Пурăннă тет пĕр çĕр-шывра виçĕ пĕр тăван: Укçиçук, Нушиçук, Телейçук.
Ялан пурнăç япăх тесе ӳпкелешнĕ тет вĕсем. Пĕррехинче ашшĕ вĕсене телее аякра шыраса пăхма сĕнет. Тухса кайрĕç тет пĕр тăвансем пуçтарăнса инçе çула.
Хирпе утрĕç тет, вăрманпа, çавра кӳлĕ хĕррине çитсе тухрĕç тет — телей тупаймарĕç. Пĕр кун утрĕç, икĕ кун, виçĕ кун иртрĕ çул çинче. Шанчăка çухатнăскерсем çитсе тухрĕç пĕр çӳллĕ лаштра йăмра патне. «Ку йăмра кутĕнче выртса канма пурин валли те вырăн çитет»,— теççĕ.
— Кăштах ларса канас та, каяс килелле, манăн Телей атте-анне килĕнче, халĕ акă вĕсем çумра çук та — эпĕ çунатсăр кайăк пекех, — терĕ тет Нушиçук. Лешĕсем:
— Мĕншĕн пирĕнпе пытăн вара? Сана пула çапла нуша куратпăр пулĕ-ха, эсĕ çук — нуши те çукчĕ.
Сасартăк çĕр чĕтренчĕ те йăмра айĕнче тарăн шăтăк пулса тăчĕ. Хайхи шăтăкра Телей лара парать тет, Укçиçук шăтăк патне пычĕ те калать тет:
— Сана шыра-шыра халтан кайрăмăр ĕнтĕ, эсĕ пур — шăтăкра ларатăн, нумай укçа парса телейлĕ тусамччĕ мана…
— Парас, ара, хăв мĕн чул йăтса кайма пултаратăн ил, анчах асту — сывлăхпа илме çитмест вăл…
— Çитет-çитет! — терĕ тет те Укçиçук укçа тултарнă кутамккана йăтса ку вырăнтан чупа-чупах кайрĕ тет.
— Мана мул кирлĕ мар, ута-ута ывăнтăм, ларса çӳреме лаша парсамччĕ, — терĕ тет Лашиçук.
— Сана лаша парса телейлĕ тăвас эппин, анчах ан ман — пуррипе усă курма пĕлмен хуçана лаши те кутран тапнă тет! — тенĕ Телей. Ун умне тимĕр кăвак лаша тухса тăнă тет. Савăннипе лешĕ лаши çине ларса çил пек вĕçтернĕ тет.
Телейçук пуçне шăтăка чиксе пăхнă тет..
— Сана тата мĕскер кирлĕ ĕнтĕ? — тесе ыйтнă тет Телей.
— Эпĕ сана шăтăкран тухма пулăшас тетĕп, — тенĕ тет лешĕ, аллине тăсса пачĕ тет хайхи Телее, туртса кăларчĕ тет ăна шăтăкран, вара утрĕ тет хăйĕн çулĕпе. Телейĕ вара сиккипе чупрĕ тет ун хыçĕнчен. Çавăнтанпа вара чупать тет вăл Телейçук хыçĕнчен, ниçта та юлмамасть тет унран.
Укçиçук, нумай укçа тупнипе савăнса кайнăскер, кирлĕ-кирлĕ мар япаласем илсех укçине салатса пĕтернĕ тет. Лашиçук, лаша пăхса курманскер, лашине пăхма пĕлмесĕр, ăна часах пӳхтернĕ те лашасăр тăрса юлнă.
Телейçук вара телейлĕ пурăнма пуçларĕ тет. Унăн йăхĕ ĕрчесе, хунаса кайрĕ тет. Вĕсем пур ĕçе те тăванĕсемпе пĕрле тăваççĕ, килĕсенче килĕшӳ хуçаланать тет. Хуйхă-суйхă мĕнне пачах та манса кайрĕ Телейçук.
Эпĕ те пулса куртăм вĕсем патĕнче. Çут çанталăк панă ырлăхпа киленсе, йăмра айĕнчи шăтăкран туртса кăларнă Телее упраса пурăнать Телейçук лăпкă та тулăх Чăваш çĕрĕнче.
Тĕрĕс каланă ваттисем: «Телее тупма йывăр, тупсан упрама пĕлмелле».