«Чей ĕçесчĕ пылпала...» — юрлать Светлана Асамат радиопа. Пылне тупăпăр-ха та, чейне ăçтан тупар-ши? Хальхи вăхăт пирки каламастăп эпĕ. 80-мĕш çулсенче вара, эпир студент пулнă вăхăтра, чей тупасси чăнах та кăткăс ыйтуччĕ. «Грузинский» текен чейне сутуçăсем хутран-ситрен сутма кăларкалатчĕç пулсан, «Индийскине» вара шиш! «снакомăйсене» çеç валеçетчĕç. Пире, паллах, грузи чейĕ çеç леккелетчĕ. Эй, уншăн та еплерех савăннă! Вырăссем калашле, студентсен апачĕ те «ирпе — чей, кăнтăрла — чайок, каçхине — чаище» вĕт. Çавăнпа та чей вăл студентсемшĕн — çур пурнăç. Пĕрер пачка талонпа чей лексен вара эпир леш, пĕрремĕш çăмарта тунă чăх пекех, савăнаттăмăр.
Пурччĕ çав «перестройка» вăхăтĕнче пĕр ырă йăла — аслă уявсем умĕн вăрçă ветеранĕсемпе Афган вăрçине хутшăннисене дефицитлă апат-çимеç паратчĕç: шурă эрех, кофе, инди чейĕ, пылак сĕт, кăлпасси те.
Çапла пĕррехинче ман савнă мăшăрăм киле хашкаса чупса çитрĕ те: «Вçо, — терĕ, темле паттăр ĕç тунă пек, — пĕр дефицит тупса килтĕм-ха, — тесе сĕтел çине темĕнле пачка кăларса лартрĕ. «Халех чей вĕрет, çиччас юлташăмпа инди чейне ĕçме килетпĕр, — тесе пӳлĕме мĕнле хашкаса чупса кĕнĕ, çавăн пекех каялла тухса вăркăнчĕ. «Юрĕ», — тесе çеç юлтăм эпĕ, нимĕн пулман пек. Хам ăшра вара пĕр шухăш: «Тин çеç леш грузи чейне вĕретнĕччĕ. Мĕн тумалла? Тăкма шел. Мĕнле совеçпе хальхи çителĕксĕр вăхăтра чей тăкан? Юлашкинчен мĕн пулать те мĕн килет терĕм. Тен, ăнланса та илеймĕç...
Нумайта вăхăт иртмерĕ — хайхисем çитрĕç. «Ну, мăшăрăм, чей хатĕр-и? Путенене ятарласа инди чейпе сăйлама илсе килтĕм», — тет. «Ăхă, — терĕм эпĕ нимĕн чĕнме аптраса, — çиччас сĕтел хатĕрлесе парăп». Каланă — тунă. Пурте хатĕр.
Ман мăшăрпа юлташĕ хире-хирĕç ларчĕç, кинори пек чейне турилккесем çине янă та вĕре-вĕре, ахлата-ахлата чее лĕрккесе лараççĕ.
— Да-а-а! — нумай шухăшлăн тăсрĕ юлашки саспаллине ман мăшăр, чейне сыпса пăхнă май.
— Мда-а-а! — хуравланă евĕр тăсрĕ юлашки саспаллисене Путене те. — Ютçĕршывра кăларнă вĕт — мĕн калăн!
— Вĕсем чейне те тума пĕлеççĕ вĕт!
— Шăрши мĕне тăрать! Аромат!
— Тӳрех паллă, инди чейĕ, — мухтанать мăшăрăм.
— Грузи чейĕпе танлаштарма мар, «плискă» та пыраймасть вĕт! — урисене тăсса канлĕн вырнаçса ларчĕ юлташĕ.
— Чăнах та, кун пек тутлă чей нихăçан та ĕçсе курман пулĕ. Чей пачки çине те «аслă сортлă» тесе çырнă вĕт!
Эх мухтаççĕ хайхисем чее! Çапла мухта-мухта пĕр чейнике туххăмрах пушатрĕç. Ĕçеç те — мухтаççĕ, мухтаççĕ те — каллех ĕçеççĕ. Чăн-чăн «дегустаторем» тейĕн. Эпĕ çеç ним чĕнмесĕр пăхкаласа ларатăп. Сăмах хушсан кулса ярасран хăраса аран-аран чăтатăп.
Çапла «инди чейне ĕçрĕмĕр» тесе кăмăллăн та савăнса тухса кайрĕç çакçкерсем. «Тавах сана тутлă чейшĕн!» — тесе тав турĕç.
Каламарăм вĕсене хăйсем мĕнле чей ĕçнине. Аса илсен паянхи кунчченех инди чейĕ ĕçрĕмĕр тесе шухăшлаççĕ пуль. Мĕнех, шутлаччĕрех. Çынсен кăмăлне мĕншĕн хуçас? «Суя — çур пурнăç» — тесе каламан-и-ха ваттисем?