«...Пуш уйăхĕн вĕçĕнче
Хĕвел пăхрĕ ăшăтса,
Силпи чăваш ялĕнче
Юр ирĕлчĕ васкаса...» —
илемлĕн, туйăма палăртса вулать вĕрентекен. Аркаш, çывăрса тăранайманскер, Нина Васильевна вулакан сăвва тăнласах пымасть-ха.
«...Килчĕ ырă çуркунне,
Килчĕ,ячĕ ăшăтса...»
— Аркаш, малалла эсĕ вула-ха, — хушрĕ вĕрентекен. Аркаш хаш сывларĕ те аран-аран тухакан сассипе вула пуçларĕ.
— Çитет, малалла хамах вулатăп, — куçлăх çийĕн пăхрĕ вĕрентекен. Аркаш каллех хаш сывларĕ те тӳпенелле пăхрĕ. Унта вăрăм хӳреллĕ ракета курăнчĕ. «Эх, манăн çав ракета çинче халь пуласчĕ...», — шутларĕ арçын ача. Унăн куçĕ сисĕнмесĕрех хупăнма пуçларĕ, Аркаш майĕпен парта çине пуçне хучĕ те: «Эх, ма-ши эпĕ халь ракета çинче мар...», — тесе пăшăлтатрĕ. Ыйхă ăна пушшех путарса лартрĕ.
...Аркаш куçне яр уçса ячĕ. «Ăçта-ши вара эпĕ?» — тĕлĕнчĕ вăл. «Эпĕ урокра марччĕ-и вара? Ăçта Нина Васильевна? Ăçта манăн класс? Чим-ха, мĕн çинче выртатăп вара эпĕ?»
Аркаш хăраса сиксе тăчĕ, хăй йĕри-тавра пăхкаларĕ. Темĕнле палламан пӳлĕмре вăл. Аяллă койка, пĕчĕк сĕтел, çаврака чӳрече. Сĕтел çинче темĕнле журнал, чей кружки, куçлăх. Чӳречене хирĕç — алăк. Аркаш пуçне икĕ аллипе ярса тытрĕ, койка çине кайса ларчĕ. Хăйне вăл класра пулнă пек астăвать-çке! Арçын ача сĕтел тăрринче çакăнса тăракан тĕкĕре асăрхарĕ. Ун патне пычĕ, хăйĕн çине пăхрĕ те тĕлĕнсе кайрĕ. Унта вăл хура сухаллă, шап-шурă скафандр тăхăннă арçынна курчĕ. Çирĕп кĕлеткеллĕ, Аркашăнни пекех лапсăркка хура çӳçлĕ вăл. Арçын ача çине тĕлĕнсе пăхать. «Ку эпĕ-и вара?» — çухалса каять Аркаш. «Эпĕ пулнă пулсан, эпĕ тĕкĕр патнелле те çитмĕттĕм!»
Кăшт çухалса кайса тăрсан Аркаш алăка уçса пăхма шутларĕ. Хăра-хăра, тĕкĕр çинчен куç илмесĕр çывхарчĕ вăл алăк патне. Аркаш кĕсйине хыпашласа пăхрĕ. Уçă!!! Арçын ача йăпăр-япăр уççа кăларчĕ те алăка шалтан уçрĕ.
Вăрăм, вĕçĕ-хĕрри курăнми тăсăлса пыракан коридор курчĕ ача. Пĕр çын та çук, çутă çук, стена тăршшĕпе çеç темĕнле хĕрлĕ тĕспе çутатакан кабель йĕрĕ курчĕ. Хушăран хĕрлĕ тĕсĕ сӳнсе илет, вара коридорта куç курми тĕттĕм пулса тăрать. Коридор вĕçĕнче тепĕр алăк курăнать. Çак алăк патне кайма шут тытрĕ Аркаш, хăвăрттăн васкаса ута пуçларĕ. Арçын ача утни те илтĕнмест, нимĕнле сас-чӳ те çук. Аркаш сылтăм енче тепĕр алăк асăрхарĕ. Тепĕр такран сулахай енче те алăк курăнчĕ, унтан темĕскер çухрашни илтĕнчĕ.
Акă Аркаш коридор вĕçĕнчи алăк патне çитрĕ, ăна майĕпен уçрĕ, пысăк пӳлĕме кĕрсе тăчĕ те хытсах кайрĕ. Кунта стена тăршшĕпе компьютерсем, хирĕç стена çинче пысăк монитор çакăнса тăрать. Темĕнле клавиатура, тĕрлĕрен кнопкăсем. Стена çинчи лампочкăсем хĕрлĕ, сарă, симĕс çутăпа çунаççĕ. Урайĕнче, çывăрмалли михсем çинче, тăватă арçын кофе ĕçсе ларать.
— Ырă кун пултăр, Аркадий Петрович-командир! — терĕ вĕсенчен пĕри, сарă çӳçлĕскерри. — Çывăрса тăтăр-и?
Аркаш ун çине тĕлĕнсе пăхрĕ, вĕсемпе юнашар ларчĕ.
— Эпĕ командир мар-çке, — терĕ вăл.
Арçынсем ун çине тĕлĕнсе пăхрĕç.
— Эсĕ мĕн, Аркадий, ăсран тайăлман пуль те? — тĕлĕнчĕ тепри.
Аркаш хул пуççипе хускатса илчĕ.
— Эсĕ Аркадий Петрович, «Союз-7» кораблĕн командирĕ. Пире те палламастăн-и? — ыйтрĕ унран сарă çӳçлĕскерри кула-кула. Ытти арçынсем те ахăлтатса кулса ячĕç.
— Астумастăп эпĕ сире, палламастăп та... Ăçталла вĕçетпĕр вара эпир? Хăçантанпа? — аран-аран ыйтрĕ Аркаш.
— Аркаш, эсĕ мĕскер? Çĕнĕ çăлтăр уçма, эпир тăватă уйăх вĕçетпĕр ĕнтĕ, — хуравларĕç арçын ачана. — Чӳречерен пăх, эпир ун патнелле çитрĕмĕр ĕнтĕ. Чей ĕçместĕн-и, тен, пире те пулин асаилетĕн?
Аркаш чӳречерен пăхрĕ. «Союз-7» корабль Космосра, Çĕр ятлă планетăран, Аркашăн тăван планетинчен, çирĕм миллион çухрăмра. Аякрах мар, аялта, корабль борчĕ айĕнчех, çап-çутă пысăк çăлтăр. Вăл кĕмĕл тĕслĕ, йăлтăртатса илет, Аркаша хавассăн кĕтсе илнĕ пек туйăнать. Аркаш та ăна хирĕç кулса илчĕ. «Эпĕ шутланине илтрĕç пулмалла, эпĕ çĕнĕ çăлтăр уçма каятăп!» — шутларĕ арçын ача.
— Корабле çĕнĕ çăлтăр çине лартма ирĕк паратăр-и? — ыйтрĕ сар çӳçли йăл кулса.
— Ирĕк паратăп, — терĕ те Аркаш çăлтăр çине юлашки хут пăхса илчĕ. Вăл кăшт паттăрланчĕ, çынсем çине хăюллăн, мăнаçлăн пăхрĕ. Ăна çĕнĕ çăлтăр çине анни, кайран Çĕр çине таврăнни, çынсене çĕнĕ çăлтăр çинчен каласа пани курăнчĕ...
Шăнкăрав сасси. Аркаш куçне яр уçса ярать темайĕпен хăйĕн класне куçарать. Нина Васильевна тухса кайма та ĕлкĕрнĕ.
«Тĕлĕк пулчĕ-ши вара ку?» — тĕлĕнчĕ арçын ача. Ун йĕри-тавра ачасем пуçтарăнчĕç.
— Аркаш, эсĕ урок тăршшĕпе çывăртăн! — кулса ячĕ Катя. — Мĕн куртăн-ха тĕлĕкре?
Аркаш хаш сывларĕ те çăлтăр сăнне аса илчĕ. «Шел, — шутларĕ вăл, — ку чăн пулмарĕ, эпĕ хăнăхса та çитеймерĕм, мĕн пулса иртнине юлашкинче çеç ăнлантăм...»
Унтан вăл хавхалана-хавхалана ачасене хăйĕн тĕлĕкĕ пирки каласа пачĕ.