(Чăваш конгресне йыхравлани)
Ăçта эсир, чăваш ачи-пăчи!
Сассăр пур-и таçти çĕрсенче?
Элле сире ютсен качи-мăчи
Сивĕтре-и тăван ăшшинчен?
Чарлан вĕçет аслă Атăл çийĕн
Килен-каян çынна ыр сунса,
Ăçта вĕçсе, чарлан, ăçта çитрĕн,
Ăçти тăван кĕтет тусăнса?
Хыпарна пар, тăван чăваш ачи,
Тапранса тух инçет çĕрсенчен.
Элле сана ютсен пулли-вăлчи
Сивĕтрĕ-им анне килĕнчен?
Килсе курма, тапран, чăваш ачи,
Чунтан кĕтсе пирĕн ăш вăркать.
Чарса тăмасть сана тĕнче шалчи —
Тăван çĕршыв килме йыхăрать!
Чарлан вĕçет аслă Атăл çийĕн,
Тăвансене кĕтет ыр сунса,
Ăçта çитсе кама чĕнсе килтĕн?
Ăçти тăван килет савăнса?
1992, юпа, 1.
Шупашкар.