1
Юра çиекен çурхи çил хĕвел ансанах хускалчĕ те пĕр самант та лăплана пĕлмерĕ, нарăс уйăх хыççăн та чаксах кайман сивĕ хĕл тĕнчине çиленнĕ пек хирсенче тулашса çӳрерĕ, ялти йывăç тăррисене силлерĕ, вĕсен кĕленчерен тунă пек янраса тăракан турачĕсене чăнкăртаттарса тăчĕ. Çĕрле хура пĕлĕтсем тулса çитмен уйăха хуплаççĕ, уйăхĕ хăрах мăйракипе те пулин хура пĕлĕте шăтарса çĕре çутатма ирĕке тухать — хура пĕлĕтсем явăнса иртсе каяççĕ, вĕсен вырăнне урăх пĕлĕтсем пырса çитеççĕ, каллех уйăхпа выляма тытăнаççĕ.
Йĕлмекасси тахçанах ыйха кайнă. Ял варринчи хурал пӳрчĕн тăваткал кантăкĕнче анчах çутă пур. Вулăсра шавлă съезд пулса иртнĕ хыççăн ял Совечĕ суйланă, председателе Хĕр-Ваçкана лартнă, çыру ĕçне илсе пыма Уçкана уйăрнă, вак-тĕвек суту тăвать пулин те, Совет членне Антун кĕрсе кайнă. Вĕсем виççĕшĕ, халăх саланса кайсан, табак туртса тултарнă, йӳçĕ тĕтĕм шăрши сĕвĕрĕлсе пĕтмен, пушанса юлнă хурал пӳртĕнче заседани ирттерме юлнă. Пĕрремĕш заседани! Хĕр-Ваçка ялта кунĕпе чупса та, кунта ларса та ывăннă, урай хăмисене йывăç урипе таккаса çӳрет, сĕтел хушшинче ларакан Уçка умне пыра-пыра тăрать. Антун сак çине тăсăлса выртнă, пĕр аллине пуç айне хунă.
— Антун, Антун, ара! — Василий председатель сак патне пырса кăшкăрать.
— Мĕн? — тет лешĕ, хытă сак çинче хускалса илет.
— Ыйхă хутаççине кунта салтсах ан вырт, килӳнте çемçе тӳшекпе минтер пур. Пирĕн хамăр ял саккунне çырмалла-çке.
— Мĕн? — тесе вăрăммăн калать те Антун каллех çывăрса каять, карланкă тĕпĕпе хăрлаттарма тытăнать.
— Ыйхă чăптине çаптăр ĕнтĕ. Ан тив, Ваçка! — Уçăп сĕтел хушшинчен сиксе тăрать, ытла хытă пусса çырнипе ывăннă аллине суллакаласа илет, каллех ларать.
— Пирĕн çак пӳрте сиплес пулать, — председатель Антун карланкин кĕввине хуплас пек кăшкăрса калать. — Хура кăмака вырăнне мăрьеллĕ кăмака кăлармалла.
— Тĕрĕс! — Уçăп пуçне çĕклесе антарать те çырма тытăнать.
— Кантăкĕ те патша вăхăтĕнчи чăваш куçĕ пек анчах, — тет Василий, ал тупанĕ çине пĕр пӳрнине хуçса хурать. — Ку мăчи куç вырăнне пысăк кантăк касмалла, унтан ял урамĕ курăнса тăтăр. Ку пĕрре! Акă алăкне те патша вăхăтĕнче хăйне май тунă: пуян çынна пуç тайнă пек пĕкĕнсе кĕмелле, ăна та улăштарас пулать, çӳлĕрех тăвар. Çын кĕнĕ чух пилĕкне ан хуçтăр, Совет саманинче пурăннине сиссе тăтăр. Ку тепре! Эсĕ çырсах пыр, Уçăп.
— Алăкне, кантăкне те хамах тăвăп, — çырма пуçличченех каласа хурать Уçăпĕ.
— Маччипе пĕренисене çуса тухасчĕ. Ăна хĕрарăмсене хушăпăр. Хĕрарăмсене аса илнĕ май... Уçăп, 8 март праçник ячĕпе хĕрарăмсен Çăкалăхра пуху пулать, унта кайма Чинука ĕнерех каласа хунăччĕ, — хăй тавра пилĕк-ултă хĕрарăм пухтăр. Мана вулăсра Николай Петрович хытарсах каларĕ, астумалăх çыр, тата хут вĕренес текен çынсен списокне туса тухмалла. Килтен киле çӳреме шкульниксем пултарĕç. Çыр..
— Эсĕ, Ваçка шăллăм, çынсене тӳрех вĕрентес пирки хыпăнса ан ӳк. Çăнăхне тупмасăр эпир кукăль пĕçереймĕпĕр. Чи малтан Варлама силлесе илесчĕ, — терĕ те Уçка аллинчи кăранташне сĕтел çине хучĕ, Ваçка умнех пырса тăчĕ, татах та хыттăнрах калаçасшăн пулчĕ.
— Варлама тĕрĕссипех силлес тесен, — пӳлсе каларĕ Ваçка, — тĕттĕм çынсен куçĕсене уçас пулать, вĕсем Совет саккунĕсене ăнланса çитчĕр.
— Эпир халăха вĕрентсе ларăпăр, — терĕ Уçка, — Варлампа унăн йыттисем çав вăхăтра вăй-хал пухса ларĕç те хамăр çине хăрр-хам сиксе ӳкĕç.
— Варлама манса каймăпăр, Уçăп. — Василий хăй ывăннине сиссе сак хĕррине пырса ларчĕ, йывăç урине харлатсах çывракан Антунпа юнашар хучĕ.
Ирхи тĕнче кăвакарса киле пуçланă вăхăта вĕсем иккĕшĕ те ывăнса çитнĕ.
— Пирĕн сехетсем ĕçе хистеме тытăнчĕç, эпир куç та хупман-ха, — терĕ Уçăп, автансен шари-шари сассисене итлесе.
Уçка ку шухăша ахаль мар, Хĕр-Ваçкана тĕртсе каларĕ, мĕншĕн тесен Йĕлмекасси ялĕнче сехет, куккукла авăтса калакан сехетех, Варламăн кăна пур, ытти пуянрах килсенче те сехет шаккамасть, автан сассине илтсе кăна вăхăта пĕлеççĕ. Тĕнче вăрçи вăхăтĕнче ытла та мулланнă пирки алхасса кайнă Çатракасси пуянĕсем автансене Йĕлмекасси сехечĕсем тесе ят кăларчĕç, уйăха та ахалех тăратса хăвармарĕç. Тăлăпай ялĕнчи чухăнсем хĕл варринче пĕр çурта тăватшар кил-йыш пухăнса кăмака хуткаласа пурăнчĕç, вут çитмен чухне çĕрле уйăх çутинче масар çине кайса çӳрерĕç, хĕрессене касса пĕтерчĕç. Халĕ ĕнтĕ шăл йĕрен çынсем уйăха Тăлăпай хĕвелĕ теççĕ, ун пирки усал юрă-такмаксем те каласа юрлаççĕ.
— Пирĕн сехетсем шаккаса авăтнă май Тăлăпай хĕвелĕ те шупкаланчĕ пулĕ, Уçка. Пире те киле уттарма вăхăт, хăвăрăлса кайнă пыршăсем пĕтĕрĕнсе çитрĕç. — Ваçка йывăç урине урайне кĕрĕслеттерсе антарчĕ.
Алăк тăпси-мĕнĕпе сирпĕнсе каяс пек уçăлса кайрĕ, ирхи сивĕ сывлăш, хура курак сассисем, урамри юр айĕнчен тинтерех тухнă çĕр шăрши хурал пӳртне çилпе пĕрле сасартăк кĕрсе кĕленчесĕр мăчăлти лампăн чĕлхине татса пăрахса лап сӳнтерчĕ. Каплах хăвăрт тĕттĕмленсе ларнă пӳртре кам килсе кĕнине курса пулмарĕ. Юриех вăрçма хатĕрленсе килнĕ çăвар ахăрашса ячĕ:
— Эсир кунта ирчченех лĕпĕртетсе ларатăр-и? Чĕлхĕр ахаль те вăрăм, тата ӳстересшĕн-и?
— Сапăр пул-ха, инке, — терĕ Уçка, — пĕтĕм хутсене сĕтел çинчен вĕçтерсе ятăн-çке.
— Карчăк, чар çăварна! — Антун харлаттарса çывăрнă пирки тытăннă карланкине уçас тесе ӳсĕрсе илчĕ, яланах сăр илме хăнăхнă арăмне юрасшăн ачашшăн каларĕ: — Ара, карчăк, ирех ан чăркăш ĕнтĕ. Çынсем çĕрĕпех ларнă-çке, пуç ватса анраса çитнĕ.
— Эсир кунта хут çырса ларса хăвăр ăсăра кăтартасшăн-и? Сирĕн хут çинче тĕнче тытăнса тăрать тетĕр-и? — Антун арăмĕ чиперех мар сăмахсем каласа хучĕ, сак çинче ларакан упăшкине кĕрĕк çухавинчен тытса ура çине тăратрĕ, урайне лач сурсах тулхăрса илчĕ: — Килте апат ыйтса сурăхсем макăраççĕ, лашине те шăвармалла, ĕнине те апат памалла, эсĕ кунта саккун кăларса ларатăн-и,ăçтиçук!
Антун арăмĕ пĕр хĕрсе кайсан, епле харкашма пултарни, «çăварунтан кĕрсе пыршуна сĕтĕрсе тухăп» тесе вăрçни ялта пуриншĕн те паллă, çавăнпа Ваçка та, Уçăп та сăмах чĕнмерĕç, Антун та пӳрт варринче юпа пекех хытса кайса тăчĕ. Вăл килте тĕр-тĕр пуçлансан аслăк хыçĕнчен тухса тарнине курнисем те, ун пирки калаçакансем те пур.
Арăмĕ Антуна хыçалтан хӳтерсех янраса тухса кайнă хыççăн нумай та вăхăт иртмерĕ, çынсем пĕрин хыççăн тепрн пӳрт умĕнчи юра çăпатасемпе кăчăртаттарчĕç, ĕнер каç кăна суйланă ял Совечĕн хыпарĕсене пĕлме васкарĕç.
Çын ирхине пĕр-икĕ кашăк яшка сыпать те хурал пӳртне васкать, хыпар пĕлме тăрăшать. Пурнăç çапла хускалса кайнинчен ним тĕлĕнмелли те çук — самана улăшăнса кайрĕ, вăл ĕлĕк упаленсе пынă, пĕр ĕмĕр хушшинче çичĕ-сакăр çухрăм кайнă, халĕ вăхăт ĕрĕхсе кайнă лаша пек чупать. Ĕлĕк саккунсене патша кăларнă, нумаях пулмасть Керенский саккун чĕлпĕрне тытса пыратчĕ, паян Хĕр-Ваçка Йĕлмекассинче саккун çырать.
Хурал пӳрчĕ пĕр самантрах тулса çитрĕ, çынсем сывланипе маччасем тарласа кайрĕç. Уçка сĕтел хушшинчен сиксе тăнăччĕ, тем вуласа пама хатĕрленнĕччĕ, Чинук пырса кĕчĕ, хăйĕн кулас кăмăлне систерчĕ.
— Çакă пур, вут пуççи пек ялкăшса çӳрет, — терĕç хĕрарăмсем. — Мĕн пулнă вара сана, мĕншĕн сирпĕнсе кулса ярас пек пырса кĕтĕн?
— Пăхăр-ха, этсемĕр, — терĕ Чинук, — хулпуççи çинчи саплăк татăлса ӳкмен-и? — Вăл тута хĕррисемпе кулса илчĕ, кивех те мар кĕрĕкне икĕ аллипе хыпаларĕ.
— Саплăклă кĕрĕкӳ килте юлнă пулĕ, саплăк татăлса ӳкни курăнмасть, — шавларĕç хĕрарăмсем.
— Тупата, саплăк пурччĕ! Чиперех кунталла утса килеттĕм. Ах, пĕри шавлать хыçалта. Çаврăнса пăхатăп та, Антун матки, вĕрсе-сурса, ай-тур-тур, янраса пырать. Хăранипе çерçисем çул çинчен пăр та пăрр сирĕлеççĕ. Тем каласан та, этсемĕр, ман кĕрĕк çурăлнах пулĕ...
— Кайран та култарăн, — терĕ председатель Чинука. — Санăн хамăр ялти пилĕк-ултă хĕрарăмпа пĕрле Çăкалăха кайса килесчĕ. Питĕ чĕнтереççĕ.
— Аюк, унта ман хурăн урлă хурăнташ та, кукар яшки çитерекен кукка та çук, каймастăп, — Чинук кулма чарăнмарĕ, татах та калаçасшăн çунса тăчĕ.
— Çитĕ сана сăмах çаптарма, Чинук. Каясах пулать. Унта хĕрарăм праçникне ирттерме хĕрарăмсем темиçе ялтан пухăнаççĕ, канаш тăваççĕ. Сиккелесе тăракан урусене ташă та пулĕ.
— Аюк.
— Туртăнса ан тăр ĕнтĕ. Николай Петрович ĕнер халăх çинче те каларĕ-çке. Варккипе те, Паççипе те калаçса пăх. Хĕрарăмсем пĕрле пухăнса пĕрре кĕрлĕр-ха.
— Юрĕ-çке, — килĕшрĕ Чинук, кулас кăмăлĕ иртсе кайнă май.
— Питĕ аван! Кайса килĕр-ха! Халĕ, хĕрарăмсем, ниме пек пухăнăр та çак хурал пӳрт ăшчикне кусарпа хырса кĕл шывĕпе çăвăр. Ĕлĕкхи шăрши ан юлтăр! — пĕрремĕш указ пачĕ Йĕлмекасси ял Совечĕн председателĕ.
— Нимипе эпир килĕшĕпĕр, анчах, Ваçка тăванăм, нимĕрне çитерекен кам пулĕ? — шавласа илчĕç хĕрарăмсем.
— Хамăр саманара ырă ятпа калаçса ирттерĕпĕр, кутăна персе тăмăпăр ĕнтĕ, — терĕ Василий.
— Эсĕ, Ваçка, ниме юррине манса кайнă-им? — Чинук ун умне пырса тăчĕ.
— Пуçра халь ниме пек шухăш, юрă мар.
— Ана пуçĕ — анатра, така пуçĕ — хуранта, — юрласа илчĕ пĕр хĕрарăмĕ, ташланă пек председатель умне пырса: — Çуса парăпăр ĕнтĕ, анчах хăçан пулсан та хуранти така пуçĕ пирки аса илтерĕпĕр.
— Хамăр пуç сывă пулсан, така пуçĕ пулĕ-ха, — çирĕппĕн каларĕ ял Совет председателĕ Василий.
2
Чинук витрене пĕр çĕтĕк тăлавар ячĕ те урама тухса утрĕ. Хурал пӳрчĕн нихçан та куçа илĕртсе тăракан илемлĕ сăнĕ пулман, ун кантăкĕ çине ирхи хĕвел те пăхман, ылханлă пӳрт ĕмĕрĕ салхуллăн иртнĕ. Акă халĕ ун тăрринче хĕрлĕ ялав вĕл-вĕл тăвать, ăна курсанах, Чинукăн чĕри çĕкленет. Шавлă туй пысăк çуртран пуçланать, пĕтĕм ял тăрăх кĕрлесе иртет. Çĕнĕ самана, халĕ епле вăйлă пулсан та, пĕчĕк те лутра пӳртре пуçланчĕ, Йĕлмекасси халăхне хускатса ячĕ. Чинук çапла шухăшласа пынă чух Паççипе Варккие тĕл пулчĕ, вара вăл хурал пӳртне тӳрех кайма юр путса кĕнĕ çулпа утас темерĕ, юлташĕсемпе пĕрле Антун çурчĕ умĕнчен юри шавласа иртсе кайрĕ. Антун арăмĕ чӳрече патнех пырса тăмарĕ, айккинчен пăхса юлчĕ, çилленнипе пĕр сăмаха тепринпе çыхăнтараймарĕ.
— Ы-ых! — тесе кăна тулашрĕ, çурăмĕнче сивĕ тар тапса тухрĕ.
Шăши пĕчĕк хырăмне тăрантма мар хăй шăтăкĕ тавра мĕн те пулин кăшлатех. Типсе кайнă пĕрене пуçĕнче нимех те сĕткенлĕ япала çук, анчах ăна шăши çĕрле те, кăнтăрла та кăшлать, кĕрпе кăларать. Унсăрăн унăн шăлĕсем ӳссе пыраççĕ, пыра-киле хăйне те вĕлерме пултараççĕ. Шăши вĕсене пысăкланса каясран якатса пырать, çивĕч тытать.
Антун арăмĕ те хăйĕн пурнăçĕнче шăши пек. Вăл кама та пулин сăмахĕпе кăшламасан, усал сăмахпа каласа хăртмасан, хăйне канăç тупмасть, чунне кантараймасть, çĕрле ыйхи вĕçсе каять.
Чинукпа икĕ хĕр пилĕкĕсене ярт тӳрĕ тытса витресем йăтса пыни ăна уртарсах ячĕ, кантăкĕсем çине сурса хăварнă пек туйăнчĕ. Вăл урайне ларчĕ, ал арманне çавăрса ĕçре йăпанма хăтланчĕ, хĕрсе кайнă ал тупанне сурса çемçетрĕ, анчах ал арманĕ яланхи пек кăлтăр-кăлтăр кусмарĕ, сиккелесе çаврăнчĕ, кĕрпене шултра кăларчĕ. Усал кăмăлĕ Антун арăмне йĕнерлесе утланчĕ те: «Атя шăл çыртса, алă чăмăртаса, харкашма каятпăр!» — тесе тинкине кăларчĕ.
«Хурал пӳртне çума каяççĕ, — шухăшларĕ Антун арăмĕ, çиллине чараймарĕ. — Пĕрре пăскăртса килес-ха!»
Вăл, тарĕ типсех кайман пулин те, васкасах сăхман тăхăнкаларĕ те хурал пӳртне уттарчĕ.
Алăка яриех, уçса пăрахнă. Хĕрарăмсем тулта пĕр ушкăн пухăнса тăнă, пурте пысăк ĕç тăвас пек тум-тир аркисене пилĕк çумне туртса çыхнă.
— Килнишĕн тав!.. — терĕ пĕр сасă.
— Ĕçкĕ-им кунта? — чипер кăмăлпа килнĕ пекех каларĕ Антун арăмĕ.
— Ĕçкине ĕçкĕ, анчах та куркинче урай çумалли шыв, — терĕ пĕр сасă.
— Эсир мĕн йĕрлесе çӳресси паллах ĕнтĕ, — сассине мăнлатса каласа хучĕ Антун арăмĕ. — Сире çуркуннехи туйăм канăç памасть, тĕрткелесе кăтăкласа тăрать.
— Çуркунне пĕр турат тепĕр турат патне туртăнать, хăрса кайнă турпассем те айлă-çийлĕ, — çурхи пăр тапраннă пек кулса ячĕç хĕрарăмсем.
— Сан старикне эпир, тăлăх арăмсем, юриех ял Советне суйларăмăр, — терĕç пĕр харăс темиçе сасă.
— Ăна ял суйланă! — кăшкăрса пăрахрĕ Антун арăмĕ, хĕрарăмсем хăйне йĕкĕлтессинчен хăраса ӳкрĕ, анчах та усал кăмăлĕ ăна килнелле уттармарĕ.
— Эпир ăна хамăр суйларăмăр! — кăшкăрчĕ пĕри.
— Хамăр валли! — терĕ тепри.
Антун арăмĕ камсем кăшкăрашнине, ăна хăйне «хытнă кĕрĕк» тесе хăртнине те итлерĕ, хирĕç сăмах чĕнме аптрарĕ, тахçанхи намăса кĕççе çĕленĕ пичĕ те хальхинче кăвар хунă пек пĕçерсе тăчĕ. Юлашки вăхăтра çĕнĕ пуян шутне кĕрсе пынă май вăл ялта паттăр арăм шутĕнчеччĕ. Халĕ мĕн пулса тухрĕ ĕнтĕ? Тăлăх арăмсем, пир çитмен пирки кĕске йĕмпе çӳрекен апăршуксем ун ятне ячĕç. Вăл хăй пуçласа янă шава итленĕ вăхăтра сисмен те: пĕр шӳрĕк çинчи çип пек кăна пулнă пĕчĕк ушкăн çăмха пек пулса кайнă, ăна йĕри-тавра ытти хĕрарăмсем те хупăрласа илнĕ.
Антун арăмĕ аптрарĕ: «Ы-ых!» — тесе илчĕ, тутисем чĕтренине сисрĕ, ку хĕрарăмсене çĕре путарса ярас пек хăртса хăварасси килчĕ.
— Йыт амисем! — питĕ хытă кăшкăрчĕ вăл. — Манăн упăшкапа çыхланса кăна пăхăр, куçăрсене ак çакă чĕрнесемпе чавса кăларăп. — Пӳрнисене армак-чармак чарса хăлаçланса илчĕ вăл.
— Çĕнĕ пуян епле хăтланать... — текелерĕç сасăсем.
— Хăтланăп эпĕ, — урса кайсах кăшкăрчĕ вăл. — Хамăн шăпăр шăтăкĕнчи çӳп-çапран пăтă пĕçерсе çитерĕп...
— Пуçна пултăр! Хăйне çитерес! — сасăсем унта-кунта кĕр-кĕр туса иртрĕç, тăват-пилĕк хĕрарăм çиллине шăнарайман пирки тăр-тăр чĕтресе тăракан Антун арăмне икĕ енчен те пăркăчласа ярса тытрĕç.
Этем картинчен тухса кайнă урăм-сурăм усал кăмăллă хĕрарăма ишмек тăвасси патнех çитнĕччĕ ĕнтĕ, çак вăхăтра пӳрте кĕске хура пальто тăхăннă çамрăк хĕрарăм пырса кĕчĕ.
— Мĕн пулчĕ? — тĕлĕнсе ыйтрĕ вăл. Никам та сасартăк пĕр сăмах тупаймарĕ.
— Аван-и, сывă-и, ял халăхĕ! — сăмах хушрĕ вăл тепĕр хут, хĕрарăмсем аванмарланса тăнине сиссе.
— Сывах!
— Мĕн çĕмĕрттеретпĕр?
— Пĕрне нимĕр тăвасшăнччĕ.
Сасăсем хытă та, лăпкă та илтĕнчĕç. Халăх ĕлĕкренех вулăс таврашĕнчен килекен, ялти пек мар тумланнă çынсенчен хăрама, унтан аяккарах тăма вĕреннĕ. Халĕ те çав йăла, тунката пекех хăрса пырать пулин те, хăй тымарĕсене халăх хушшинче тытсах тăрать. Чăркăш шăв-шавра пулнă хыççăн айăпа лекес мар тенĕ пек, çынсем пĕрерĕн те, ушкăнпа та саланса пычĕç — Антун арăмĕ пуринчен малтан шăвăнма ĕлкĕрчĕ. Ял Совечĕ умĕнче тăват-пилĕк хĕрарăм кăна тăрса юлсан, хура пальтоллă хĕрарăм ним чĕнме те аптрарĕ, Чинук çине палланă пек пăхса илчĕ.
— Эсир ăçталла? — ыйтрĕ Чинук, урай çума килĕнчен илсе килнĕ тăла таткине çурăм хыçне пытарса.
— Эпĕ сирĕн яла килтĕм, — терĕ хĕрарăм, кăмăлне уçса ярас пек аллине суллакаласа. — Вавилов юлташ мана кунта хут пĕлменнисене вĕрентме каларĕ. Тата паян сирĕнпе пĕрле пухăнса Çăкалăха каймалла. Унта Вавилов юлташ хĕрарăм пурнăçĕ çинчен каласа парать.
— Ятна пĕлмесен калаçма майсăр... Мĕн ятлă эсĕ? — ыйтрĕ Чинук, паллашма тăчĕ, алли пылчăклă пулнине аса илсен, хăвăртрах ăна çурăмĕ хыçĕнчех шăлкаларĕ.
— Эпĕ Зоя Тимофеевна, учительница.
— Кĕрĕр теме — хурал пӳрчĕ халлĕхе таса мар. Вĕренес ĕмĕтпе çума тытăнтăмăр та-ха. Ман пата кайса лармăн-ши?
— Мана халăх шавĕнче канлĕрех.
— Кунта ларма та, тăма та çук.
— Пĕр ĕç тупса парăр эппин.
— Пирĕн ĕçĕ вараланчăк, — терĕ Чинук. — Ку пӳрте хăçан лартнине ялта пĕр çын та астумасть. Никĕсне те шăмăран, те йывăçран хунă. Кунта çынсене хупса усранă, юн хăстариччен хĕненĕ. Юн йĕрри те, патша чухнехи шăршă-маршă та ан юлтăр, пӳрт ăш-чиккине сĕлтĕ шывĕпе çуса, çĕçĕпе хырса тасатас тетпĕр.
— Шыв пулин те кӳрем эппин, — терĕ хĕрарăм.
Антун арăмĕ, вулăсран килнĕ çын пирки çеç патак çимесĕр юлнăскер, каллех килсе тухрĕ, хăйне паттăр çын пек кăтартма хăтланчĕ.
— Хамăр ялта пăтратакансем сахал иккен, пурнăçа ӳпне-питне пăтратса яма вулăсран майра та килнĕ, — терĕ вăл, пилĕкне икĕ аллипе тытса саркаланса тăчĕ.
— Эсĕ çилсĕр кун тăман ан кăлар-ха, ытла нумай калаçиччен килӳнтен витре илсе кил те пӳрт çума пулăш, — терĕ Чинук, Антун арăмне пăсăрлантарасси килсех тăрать пулин те, хăйне Зоя Тимофеевна умĕнче тирпейлĕ тытма тăрăшрĕ.
— Эсĕ мана ухмаха картатăн-и? — каллех вăрçма сăлтав шырарĕ Антун арăмĕ.
— Эпĕ санпа питĕ туслă пурăнасшăн, — терĕ Чинук, — кунта сак çинче юнашар ларасшăн, хут вĕренесшĕн.
— Атте-анне паман ăса кĕнеке параймĕ, — пат татса каларĕ Антун арăмĕ. — Хама пурăнма ăс çитет, хурал пӳртĕнчи хуçасенчен кивçен илмĕп. Эпир анчихрист йĕркине сарăлса кайма памăпăр, хурал çуртне çунтарса ярăпăр.
— Кĕлне ăçта чикĕн, ăçтиçук! — кăшкăрса каларĕç хĕрарăмсем.
— Çилпе вĕçтерсе ярăпăр эпир! — тулхăрчĕ Антун арăмĕ, хăй куçĕсене çамки çине сиктерсе лартас пек хăрушă пăхса илчĕ Чинук çине.
— Эпир те эпир тетĕн эсĕ, — Чинук ун умне пырса тăчĕ, кăкăрне каçăртрĕ. — Эпир тени камсене пĕлтерет вара? Пасартан пасара йăрккаса пăртакçă пуйрăн та, хăвна çичĕ çын вырăнне шутлатăн-и? Эсĕ çăкăр çисе курман-тăр, кĕлтен пашалу пĕçертĕн пулĕ, хыткукар. Пĕтĕмпе хытса кайнă, чĕлхӳ çеç тăрса юлнă.
— Витрери шывне тӳнтер ун пуçĕ çине, Чинук аппа! — Антун арăмĕ хыçĕнче пĕр çамрăк сасă илтĕнсе кайрĕ.
— Чăнах та сана, çĕнĕ пуян пикине, тĕне кĕртем, — Чинук витрине çĕкленĕ пек турĕ: — Мĕнле ят парас? — тесе ахăлтатса кулса ячĕ.
— Антун Астаруй! — тесе кăшкăрчĕ такам.
— Çĕр çăттăр сире! — Антун арăмĕ витĕмлĕ сăмах тупаймарĕ, аллисене сулкаларĕ, урипе тапса илчĕ, «Астаруй» сăмах ăна пĕтерсе лартрĕ.
Ку таврара Астаруй йытă çинчен калакан юмах пур. Тахçанах, ĕлĕк-авал пĕр пуянăн пысăк йытти пулнă, тет, ăна хуçи пĕр чун та çыртма пултарайман мăшкăл апачĕ çитернĕ, тет. Хайхи йытă хырăмĕ питĕ касăлса çитнипе тарăхса çитнĕ, тет, хăй хӳрине татса çинĕ, тет, те вилсе кайнă, тет. Халиччен Йĕлмекассинче пĕр çынна та «Астаруй» темен, хыткукар хуçа патĕнче пурăнакан йытăпа танлаштарман, Антун арăмне çеç çак мăшкăл ят ахаль вырăнта мар, шавлă хурал пӳрчĕ умĕнче пырса тиврĕ.
— Мана Антун выçă тытмасть, икерчĕ кăна çитерет, — кăшкарса ячĕ усал хĕрарăм, аллипе чăмăртаса кăтартрĕ те палт çаврăнчĕ, килнелле уттарчĕ.
— Ĕсси, Антун йытти Астаруй! — тесе хытă шавласа юлчĕç хĕрарăмсем.
— Çума пуçларăр-и, ачамсем? — Тихха арăмĕ килсе тухрĕ, хăй пăсланса тăракан икĕ витре йăтнă. — Эпĕ сĕлтĕ шыв вĕретсе килтĕм.
— Вĕретессе вĕретнĕ эсĕ, инке, — калаçса илчĕç пӳртри хĕрарăмсем, — çаплах тăрăшса çумалла-и ку пӳрте? Ку урайне çĕр çул хушши никам та — этем те, шуйттан та — тасатса курман-тăр. Кунти пĕрене хушшинче хăнкăлапа таракан та пурăнма килĕшмест, шăршланса кайнă пӳрт тăррине чакак та килсе лармасть.
— Эсир, тăванăмсем, турткалашса ан тăрăр ĕнтĕ, — Антун арăмне çилленни иртсе каймасан та, йăвашшăн каларĕ Чинук.. — Çĕнĕ пурнăç тап-такăр çулпа килмест, çавăнпа пирĕн ĕлĕкхи пурнăçран юлнă пылчăка тасатмаллах, хамăрăн пӳрте чипер тытмалла. Тихха пичче арăмĕ, мана сĕлтĕ шывне ăсса пар-ха, — терĕ вăл, чавсисене тавăрчĕ.
— Эпĕ хамăн килте урай çуса курман, — терĕ Тихха арăмĕ, — ĕмĕрте тăпра урай çеç пулнă, хăма урай курма тĕлĕкре çеç ĕмĕтленеттĕм. Хĕр-Ваçка мана савăнтарчĕ-ха, ял Советĕнче хуçа пек пурăнăн, терĕ, укçа та илĕн, терĕ. — Э-эх, — тесе сывласа илчĕ Тихха арăмĕ, Чинукпа калаçса тăчĕ: — Варлам урайĕсене мĕн чухлĕ çунă-ши эпĕ? Хăмисене тăсса хурас пулсан, темиçе пин çухрăм чухлĕ тăсăлĕччĕ, ĕмĕрне те утса тухаймăттăм. Çăвас, Чинук йăмăкăм, çăвас!
Пĕччен пăтă çиме аван, ушкăнпа капан хывма кăмăллă, тенĕ ваттисем. Çакă ватă сăмах хальхинче питĕ çамрăкланса кайрĕ. Хурал пӳрчĕн пĕренисене тикĕт пек хура тесе танлаштарни ниме те пĕлтермест, калас шухăш пулса тăмасть, мĕншĕн тесен кунти пĕренесем хура кăна мар, вĕсем çине пăхса илсенех чун сӳ! тăвать. Пӳрт пĕренисене, урайĕпе маччине ĕмĕр хушши кăмака тĕтĕмĕ те, тапак йӳççи те, тусан, Иĕлмекассинче мĕнле кăна пылчăк пур — вĕсем пурте çыпăçса хытса ларса пынă. Патша тиекĕсем кăшкăрса калани пĕренесенчи турат куç шăтăкĕсене кĕрсе, чухăн çынсем макăрни çурăксене пытанса, çынсем саламатпа патак айĕнче вилес чухне асап саманине ылханни мачча çине çырăнса юлнă пек туйăнать. Хĕрарăмсем кĕпе аркисене тавăрса ĕçлерĕç, пĕренесемпе хăмăсене кусарпа хырчĕç, юрă та кĕрлеттерсе ячĕç, Вăрăм Петрухха Паççийĕ темиçе хут ташласа та илчĕ. Вулăсран килнĕ çын Зоя Тимофеевна та ыттисенчен тăрса юлмарĕ, кĕвентене авăнтарсах шыв кӳчĕ.
Тихха арăмĕ, ĕлĕк халăх хушшине тухма вăтанакан мĕскĕн чун, йăпăрт-йăпăрт утса çӳрерĕ, пĕкĕрĕлмерĕ, хăйне çамрăк çын пек тăп-тăп тытрĕ.
Кăнтăрла иртнĕ-иртменех хурал пӳрчĕн çуса тасатнă пĕчĕк кантăкĕнчен хĕвел тĕлĕнсе кайсах пăхрĕ, шалта йăлтăркка уттисемпе çӳрерĕ, шăтăксемпе çурăксене пăхса тĕпчерĕ, йĕрĕнчĕк пылчăк та, шăршă та тупаймарĕ. Вăл вăрăм ĕмĕр хушшинче хурал пӳртне кĕрсе курман, чи малтан кĕчĕ те кулса ячĕ. Пăхма — çап-çутă, утса çӳреме — урайĕ яка.
3
Çуркунне енне хĕвел çĕртен тарнă пек хăяккăн пăхмасть, хресчене ĕçлеме пулăшас пек çывăхарать, юра çĕр питĕнчен хăваласа ярасшăн яра кунĕпех тăрăшать, вăл сăрт хыçне анма та васкамасть, хуллен шăвать, кантăксене, хӳмесене, çатансене, йăмра тăррисене, хирсене хĕретет, тата никама та, ниме те тиркесе иртмест. Çĕтĕк сăхманлă Вăрăм Петрухха урампа кăштăртатса пырать-и, Варлам пуян хăй килĕнче туллатнă кĕрĕкпе хуллен утса çӳрет-и, Иркка сарлака уй урлă васкаса шкула чупать-и, — хĕвел пуриншĕн те йăлтăртатса вылять, — сайхах тăрринче чимлетсе ларакан çерçие те сиктерсе хăвармасть. Анчах çурхи хĕвеле пурте пĕр пек кĕтсе илмеççĕ. Пуян пӳртре ахаль те ăшă, чухăн пӳрте хĕлле вут ăшăтса çитереймест, çавăнпа ăна хĕвел çути питĕ кирлĕ.
Хĕвел анса ларас чухне лапка-лапка хуралнă хирсем çине пиншер пăт ылтăн пăрахнă. Çак самантра Йĕлмекассинчен хĕрарăмсем вуннăн тухса утрĕç, ним çинчен те сăмах тапратса яма ĕлкĕреймерĕç, Чинук куçа йăмăхтарман хĕвел çине пăхса илчĕ:
— Эх, хĕвелĕ! — терĕ.
Хĕвел анса çитме пĕр аршăн тăрса юлнăччĕ çеç, çанталăк сивĕтме тытăнчĕ, ирĕлме хатĕрленнĕ юр кăчăртах хытрĕ, хĕрарăмсен аслă пухăвне каякан çынсен вĕр-çĕнĕ çăпатисем айĕнче чăрăлтатса пычĕ. Чăваш хĕрарăмĕ епле чухăн пурăнсан та, кĕтмен çĕртен пĕр-пĕр савăнăçлă вăхăт сиксе тухасса кĕтет, çавăнпа кашта çинче пĕр мăшăр çĕнĕ çăпата усрать, ăна вăл ахаль кун сырмасть.
Хĕлпе çурхи тĕнче тавлашнă чухне каç пулса çитнĕ-çитменех тавралăх тĕттĕмленсе çитет, яра кунах çĕртен хăпарнă пăс тӳпере пĕлĕтленсе тăрать, пуç тăрринче хура ĕне хырăмĕ пек хуралать, сайра хутра çеç курăнакан çăлтăрсем йăл кулаççĕ. Лаша урисем çул çинче тарăн путăксем хăварнă, çавăнпа пăч-тĕттĕмре утма хĕрарăмсене йывăр. Чухăн çын çурхи каç начар курать тени те тĕрĕс. Хĕрарăмăн ĕçĕ хĕлле ытла та нумай: çип арламалла, хутăр тумалла, пир тĕртмелле. Шăршлă хăйчикки çутинче ларса куç вăйĕ чакать, выçă пурнăç та куçа тăрантсах çитермест, халран ярать.
Хĕвелпе савăнса тухнă хĕрарăмсем пилĕк çухрăмри Çăкалăха çитиччен чылаях ывăнса çитрĕç, пĕрне-пĕри: «Кунта шăтăк! Кунта путăк!» — тесе кăшкăрашса пычĕç.
Чăваш çĕршывĕнче ял ячĕсем пĕтĕм кăмăла илĕртсе тăраççĕ, ятне илтсенех, вăрман варрине пырса кĕрес пек, йывăç турачĕсемпе тымарĕсем çурхи мăнтăр çĕр сĕткенĕпе сывлас пек туйăнать. Çăкалăхăн вăрман çинчен аса илтерекен ячĕ кăна пур, ĕлĕкрех йывăç паллисем хăш-пĕр килсенче курăнкалатчĕç, вĕсем те вăрçă-харçă саманинче кăмакасене кайнă е хăрса ларнă. Яла пырса кĕрсенех, Йĕлмекассисем ниçта кайма та аптраса чарăнса тăчĕç — аслă пухăва чĕнекен çутă ялкăшмарĕ, таçта калаçкалани илтĕнчĕ, çĕрпе пĕлĕт хушшинче шăвакан пуçсем мĕкĕлтетрĕç.
— Эпир те вĕсем хыççăн танккар, — терĕ Паççи, юлташĕсене кĕтсех тăмарĕ, йыт тирĕпе тиртернĕ тĕплĕ çăпатисемпе шаплаттармасăр утрĕ: — Пысăках çутă пур! — тесе кăшкăрчĕ.
Чăнах та, мĕлкесем хыççăн нумаях та кайма тивмерĕ, урам урлă пушăт чĕлли пекех выртакан çутă пайăрки курăнчĕ.
Вĕсем пĕр пысăк пӳрт умне чарăнчĕç: эпир те килтĕмĕр! — тенĕ пек, пăлтăр пусми çинче сиккелесе илчĕç. Кун пек сарлака пӳртсем тавралăхра сахал. Чи мĕскĕн арçын та палласа илĕччĕ, çурт хуçи ятне те калĕччĕ, анчах Йĕлмекасси хĕрарăмĕсем вуннăн пулсан та тавçăрса илеймерĕç, мĕншĕн тесен чăваш хĕрарăмĕн пурнăçĕ халиччен хăй ялĕнче кăна кăштăр-кăштăр иртнĕ, уншăн кукăр турчăка чи аслă турă пулнă. Вĕсем ытти çынсемпе пĕрле пӳрте кĕрсе кайрĕç. Тĕпсакайне пырса кĕнĕ пек куç малтан тĕттĕмленсе тăчĕ, каярахпа маччаран çакнă лампа пӳрт ăшчикне кăтартма тытăнчĕ. Пӳртре ĕлĕк нумай пӳлĕм пулнă, анчах вĕсене пĕтĕмпе çĕмĕрсе тăкнă та анкарти итемĕ пек пысăк зал тунă, пукан-тенкелсем малта çеç, ытти çĕрте каскасем çине хăмасем çапса тухнă, çапла ларма саксем тунă.
— Кунта пуян çын пурăнатчĕ, — Паççи Чинука пашăлтатса каласа пачĕ. — Варлам пĕрре кунта хăнара пулнăччĕ, Çăкалăх çыннисене тĕлĕнтерме пире, Йĕлмекасси хĕрĕсене, ташлама чĕннĕччĕ, урапасем çине лартсах ялне килнĕччĕ.
— Ташларăр-и? — ыйтрĕ Чинук Паççи пекех пăшăл-пăшăл çеç.
— Хытă ташларăмăр, урай якаччĕ, тата ташлаттăмăр, пуянсем пире ирĕксĕрех эрех ĕçтерме тытăнчĕç те тухса тартăмăр, мăшкăл курасран хăраса ӳкрĕмĕр. Варламăн хĕрсемпе тăлăх арăмсене хăйĕн тусĕсене пĕр вăхăтлăх парнелес йăли пурччĕ, ĕçсе ӳсĕрĕлсен, мухтанма юрататчĕ: — Эпĕ юратнă хăнана ĕçме çичĕ черкке çутă эрех, йăпанма пĕр çамрăк хĕр паратăп, тетчĕ. Эпĕ унпа-тĕнче ĕçлесе курнă, пĕлетĕп, Чинук аппа.
— Ара, Йĕлмекассисем килсе çитнĕ-çке! Тĕпелелле! — тесе шавласа илчĕ алăк патĕнчи хĕрарăм.
Чăвашăн авалтанпах пыракан йăли пур: хăнана тĕпеле чĕнесси, турткалансан, — хул хушшинчен тытса сĕтĕрсе кайса лартаççĕ. Пысăк пӳртре халăх таçта та ларса тухнă, шурă, хĕрлĕ, симĕс тата тĕрлĕ тĕслĕ тутăрсем лампă çути айĕнче пысăк чечексем пек курăнаççĕ. Йĕлмекассисем стена çумне хĕсĕнсе тăчĕç.
Халăх кĕрекен алăкран мар, сцена çумĕнчи алăкран Зоя Тимофеевна килсе тухрĕ, пĕр-икĕ хут пăхкаласа илчĕ те Йĕлмекассисем патне пырса тăчĕ.
— Мĕскер эсир кунта кĕпĕрленсе тăнă, пĕренесем ăшăтасса ан кĕтĕр. Лере те ăшă. Халăх, малалла ирт! — терĕ вăл ыттисене.
— Юрĕ эппин, — терĕ Чинук, хăйĕн тусĕсемпе пĕрле маларахри сак çине пырса ларчĕ.
— Халăх! — кăшкăрсах каларĕ Зоя Тимофеевна. — Пирĕн кунта сире, хăнасене, кĕтсе пĕçернĕ вĕри кукăльсем çук, итлеме ăшă сăмах пур. Иртсе ларăр.
— Иртĕпĕр-ха, иртĕпĕр те итлĕпĕр! — пур енчен те сасăсем кĕрлесе илчĕç, пĕр самант хушшинче малти саксем çине халăх ларса тулчĕ, малти пукансем çине пырса ларма хăякан тупăнмарĕ. Чăваш хĕрарăмĕсем ĕмĕрне кил хушшинче ирттереççĕ, ачи-пăчипе тĕркĕшеççĕ, урамра ахаль е уявра сăлтавпа тĕл пулсан, сăпайлăн çеç калаçкалаççĕ. Хăюллă калаçма чĕлхисене яраймаççĕ пулин те, хальхинче хĕрарăмсем пĕр-пĕринпе паллашма та, калаçма та сăмах тупрĕç.
Пысăк алăкран Николай Вавиловпа пĕрле Шерхулла та килсе кĕни çынсене тĕлĕнтерсе ямарĕ, мĕншĕн тесен Йĕлмекассинче кĕтӳçĕре çӳренĕ Шерхулла тутар халĕ пĕтĕм вулăсра паллă çын, Вăл Николай Вавиловпа, вулăс ĕçтăвком председателĕпе, юнашарах юланутпа çӳрет.
— Сывă-и, Чинук чунăм, — терĕ Шерхулла, малти сак çине пырса ларчĕ. — Хĕрарăмсем мĕнле саккун кăларнине итлес тесе кĕтĕм.
Шерхулла çĕлĕкне хывса хул хушшине хĕстерсен, Чинук Шерхулларан тĕлĕнсех кайрĕ. Унăн тăнлавĕнчи çӳç пĕрчисем йăлтăртатса илчĕç — кăвакарнă темелле мар, шуралсах кайнă.
Николай хывăнса туса тăмарĕ, тӳрех сцена çине хăпарса кайрĕ, сĕтел умне пырса тăчĕ, сăран карттусне сĕтел çине хучĕ.
— Хĕрарăм юлташсем, аван-и, сывă-и! — терĕ вăл.
— Сывах-ха.
— Чупкалатпăр.
— Хăвăр мĕнле?
Калаçу çапла çăмăлах пуçланса кайнăччĕ, хăш-пĕрисем вулăс хуçипе калаçма сиксе тăнăччĕ, анчах Зоя Тимофеевнăпа вăтам çулсенчи хĕрарăм, те шкулта, те больницăра ĕçлекен çын, сцена çине тухрĕç.
— Тăвансем! — терĕ вăтам çулхи хĕрарăм, — эпир Çăкалăхпа ум таврашĕнчи ял хĕрарăмĕсен пухăвне туса ирттерме хатĕрленнĕччĕ. Пур ялтан та чĕннĕ çынсемкилнĕ. Кантăксенчен шаккаса çӳремесен те, çурхи çул йывăр пулсан та, халăх пухăнчĕ. Эпир кунта хамăр пурăнăç çинчен калаçăпăр, чĕре савăнни çинчен пĕлтернĕ чух ыратнине пытарса хăвармăпăр, пурне те каласа пама тăрăшăпăр. Пухăва ертсе пыма пирĕн пилĕк çын суйласа кунта сцена çине лартас пулать. Хăвăр пĕлекен çынсен ячĕсене калăр.
Никам та чĕнекен пулмарĕ.
— Калăр ĕнтĕ! — терĕ хĕрарăм.
— Чинук аппа, эсĕ ĕçре те çăмăл алăллă, чĕлхӳ те çăмăл пулаканччĕ. Пуçласа кала-ха, — терĕ Николай.
— Чинук хĕрелсе кайрĕ, ура çине тăчĕ.
— Ятне пĕлместĕп, — терĕ вăл, — халĕ сăмах каланă хĕрарăма суйлас. — Чинук кĕрĕк аркисене турткаларĕ те сак çине ларчĕ, ăна халиччен курман йывăр ĕç тунă пек пулчĕ, чĕркуççи тымарĕсем сăрлатса илчĕç.
— Потапова ятлă эпĕ, Вера Потаповна, — терĕ леш хĕрарăм. — Вулăсри больницăра фельдшерицăра ĕçлетĕп. Тата кама суйлăпăр?
— Вавилова! — терĕç сасăсем.
Йĕлмекассисем сцена çинчи сĕтел хушшинче пысăк хисеп курса ларма хут вĕреннĕ çын кăна кирлĕ тесе шутларĕç, вĕсенчен чи хăюлли — Паççи — Зоя Тимофеевнăна суйлама кăшкăрнăччĕ, çав самант Шерхулла сиксе тăчĕ.
— Чинука та лартар унта! — терĕ вăл, суйласса хытă шансах хăй вырăнне васкамасăр ларчĕ.
— Хăвалăхри Улангин арăмне, Аннана! — тени илтĕнсе кайрĕ.
— Тăвансем, кунта каланă çынсене президиума суйлама сасăлар, — терĕ Потапова.
Тăватă-пилĕк çын алă çĕклерĕç, ыттисем ним тума пĕлми пăхкаларĕç. Пĕр енчен «сасăлар» тенине ăнланса çитеймерĕç, тата тепĕр енчен «президиум» сăмах та хăй вырăнне пырса лараймарĕ.
— Тăвансем, — терĕ Потапова, хăйне Николай Вавилов тем каланă хыççăн, — сцена çинчи сĕтел хушшине суйласа лартма эсир хăвăр çынсен ячĕсене каларăр. Пиллĕкĕшне те пухăва ертсе пыма хушас тесен, алă йăтăр.
Пĕр харăсах алăсем çĕкленчĕç, икĕ алă çĕклекенсем те пулчĕç. Леш Потапова хушаматли сцена çине улăхма чĕнсенех, Чинук ятне те асăнсан, Чинук хăйне такам çĕклесе илнĕ пек ура çине тăчĕ, хăй умĕнчен иртсе пыракан Улангин арăмĕ хыççăн президиума хăпарчĕ, Николая хавассăнах алă пачĕ те унпа юнашар ларчĕ.
— Тăвансем, — терĕ Потапова, — халĕ пире вулăс пуçлăхĕ Вавилов юлташ пирĕн паянхи пурнăç çинчен каласа кăтартĕ.
— Хăш-пĕр çынсем, — терĕ Вавилов, — пухусенче хăйсен сăмахне «хура халăх» тесе пуçласа яраççĕ. Самана халĕ пирĕн пурăнăçа пĕтĕмпе улăштарса ячĕ, эпир пурте хура ĕçпе ӳснĕ пулсан та, пире хура тесе çеç калани пирĕн шухăшсемпе ĕмĕтсене кăтартса параймасть. Йывăр хура ĕçре пиçсе ӳснĕ халăх хĕрлĕ ялав айне тăчĕ, унăн чи паттăр ачисем Хĕрлĕ Çар йышĕнче çапăçаççĕ, шурă калтасене хиреççĕ. Хĕрлĕ салтаксем чăваш çĕршывĕнчен аякра тăшманпа кĕрешнĕ чухне эпир пирĕншĕн пур айкки те тăвайкки тесе лăпкăн ларма пултараймастпăр, мĕншĕн тесен пирĕн ялсенче пуянсемпе вĕсен хӳрешкисем, хĕвеллĕ кун пирĕн пурнăçа хирĕç тухма именеççĕ пулин те, хура çĕрле хура юнне вĕретсе тăраççĕ, чи лайăх çынсене хурахла вĕлерсе ĕлĕкхи хура пурнăçа каялла тавăрма шăл хăйраççĕ. Пуянсем çĕр çинче хăйсем çеç тутлă çиесшĕн, лайăх тăхăнасшăн, ырă курасшăн, ĕçлекен халăха тарçă-тĕрçĕре тытасшăн. Пирĕн асаттесемпе асаннесем, аттесемпе аннесем ăраскал-телей мĕн иккенне пĕлмерĕç, тăраниччен çăкăр çисе курмасăрах çĕре кĕчĕç. Эпир вĕсем пек мĕскĕнле, апăршукла пурăнасшăн мар, хамăр пурнăç шăпине çапăçса илесшĕн, асаплă пурнăç çине шалча çапса лартасшăн. Çакă хаяр кĕрешӳре эсир, инкесем, аппасем, тантăш-хĕрсем, йăмăксем, айккинче ан тăрăр, турчăка пирĕн аслă атте тесе ан шухăшлăр, пуянсем умĕнче пуç ан тайăр. Пуянсем усал, эсир те вĕсемпе усал пулăр! Ĕмĕр хапхи сирĕншăн — яр-уçă.
Ваттисем ĕлĕк çап-çамрăк хĕре çапла вĕрентнĕ: пуян качча кайма чипер ӳс, тутăрна лайăх çых, качча тухсан, упăшкуна пăхăн, вăл санăн аллуна çапса хуçсан, çынсене ан кăтарт — алсиш тăхăн. Ленин хĕрарăма турчăка кăна тытма мар, упăшкине урине çуса ларма мар, патшалăха ертсе пыма, халăх умĕнче хисеплĕ çын пулма, тăшмансене хирĕç кĕрешме вĕрентет, вĕренме тум та, çăкăр та, укçа та парать. Пирĕн хушăра хăйне ытла ăслă текен арçынсем сахал мар, вĕсем хĕрарăма апат пĕçерме, чашăк-тирĕк çума кăна çуралнă теççĕ, ăна хĕвелпе уйăх ăс паман, теççĕ. Нихçан та, пĕр ĕмĕрте те хĕрарăм ăссăр чун пулман, унăн ĕнси çинче пĕтĕм йывăр пурнăç пынă. Вăл пурне те тӳснĕ, ачи-пăчисене ӳстернĕ, тăхăнтарнă, тăрантарнă. Хĕрарăм яланах паттăр пулнă, анчах асап самани ăна лӳчĕркенĕ, пăртакçă вĕренме те çул уçман. Акă кунта Чинук аппа ларать. Эпĕ ăна мĕн ачаранах пĕлетĕп. Хальхи пек самана, Ленин вĕрентнĕ пек самана, пĕр вунă-вун пилĕк çул маларах пуçланса каяс пулсан, илемĕпе те, ăсĕпе те ĕçĕпе Йĕлмекассине тĕлĕнтерекен Чинук аппаран кам пулĕччĕ-ши? Вăл ялти шкул кăна мар, Питĕр хулинче е Хусанта аслă шкул пĕтернĕ пулĕччĕ, хăй халăха вĕрентĕччĕ.
Чинука сасартăк сывлама йывăр пулса кайрĕ, пыр тĕпне чăмакка кĕрсе ларнă пек туйăнчĕ, куççуль сăрхăнса тухрĕ. Вăл куçне чĕрçитти аркипе шăлас тесе пĕшкĕнчĕ, халăх умĕнче аван пек пулмарĕ, вăл сĕтел умне тайăнчĕ те пуçне çĕклемерĕ.
— Халĕ Чинук аппан хуçăлсах ӳкмелле мар, — тесе Николай калани ăна таçта аякра пек илтĕнсе тăчĕ. — Хальхи самана Чинук аппана та, ытти чăваш хĕрарăмĕсене те тертлĕ пурнăçра аманнă çан-çурăмне тӳрлетме вăй парать, çĕнĕ самана çамрăк, эсир те, инкесемпе аппасем, çамрăкланăр, вĕренме тытăнăр, турчăка тĕпелĕнчен кĕнеке тĕнчине куçăр.
Чинук Николайăн пĕр сăмахне те сиктерсе хăварасшăн мар, анчах та сăмахсем ун чĕрине хĕлхемсем пек пыра-пыра кĕреççĕ, шухăшра вут-кăвар кăларса яраççĕ. Чĕре те, чун та, пĕтĕм ӳт-тир те пуçран пуçласа ура патне çитичченех ялкăшсах çунаççĕ, тĕтĕм тухни çеç сисĕнмест. Чăнах та, вăл ача чухне таçта инçете кайса вĕренме ĕмĕтленетчĕ, хулăн кĕнекесенче мĕн çырнине пĕлме хыпăнатчĕ, тĕлĕкре Чĕмпĕр хулине кайса çӳретчĕ, анчах ашшĕ-амăшĕ ăна шкула пĕр кун та ямарĕç. «Вĕренесси, ачам, пирĕн ĕç мар, пуянсен ĕçĕ», — тетчĕ ашшĕ. Вара ашшĕнчен вăрттăн Лисукпа иккĕшĕ кӳршĕ Николай кăтартнипе вулама, çырма вĕренчĕç...
— Пуянсене хĕстерсе çитермесен, хуçалăхсене аркатса тăкмасан, эсир хамăр власть аталанасса ан шанăр, халăх вĕренесси те пулмĕ, — илтĕнет Чинука Николай сасси.
— Çапла çав, — тет ăшĕнче Чинук, — Варлам Йĕлмекассинче хуçа чухне манăн Вирук ачам та, Иркка та вĕренӳ çулĕ çине тухаймĕç, хам пек мĕскĕн ĕмĕр ирттерĕç.
Пуянсем чухăнсене хăш-пĕр чухне премĕксем параççĕ, — тет Николай, — премĕкпе йăпатаççĕ те çурăм тирне саламатпа та, чĕрĕ хулăпа та сĕвеççĕ, хăйсен ĕçне ĕçлеттерсе юнлă тар юхтараççĕ. Пуянсемшĕн ĕçлени çитмест, вĕсемшĕн салтака та каймалла, вилмелле, ача-пăчана тăлăха хăвармалла.
Николай сăмахĕсем Чинука хĕр чухнехине аса илтерчĕç, чĕрине йĕп пек чиксе кайрĕç. Варлам ачи Мĕтри кĕсйисене премĕк тултарса тухатчĕ, хĕрсене витлесех: «Ыраш салми яшки лĕрккенĕ хыççăн премĕк тутанса пăхăр!» — тесе мухтанатчĕ. Чинук Мĕтри паракан премĕксене илмен, анчах илекен чухăн хĕрсем тупăнатчĕç. Качча кайни те телейлĕ пулмарĕ. Унăн упăшки, юратсах кайнă мăшăрĕ, патша вăрçинче пуçне хучĕ, пĕртен пĕр хĕрачине, Вирука, тăлăха хăварчĕ, çав вăхăтрах Варлам ачи, Мĕтри, пуйнăçем пуйса кайрĕ, пальти çине ахаль тӳмесем мар, кĕмĕл тӳмесем ларттарчĕ.
Николай Хăвалăхри Тилли Куçми çинчен те, Çатрари пуянсем çинчен те питĕ вирлĕ калать, анчах вăл Варлам çинчен калани Чинук хăлхине сăпса пек кĕрет, ыраттарса тăрать.
— Пуянсем хăйсен ăсĕпе мухтанаççĕ, — тет Николай сасси, — хамăрăн пурлăх, хамăрăн укçа, хамăрăн çăкăр, хамăрăн юрату, теççĕ. Тĕрĕсех-и вăл? Калăпăр, Варламăн хăйĕн пурлăхĕ-и? Çук, халăхăн! Варлам анисем çинче халăх юхтарнă тара пухсан, пысăк тăварлă кӳлĕ пулĕччĕ. Унта Варлампа ун ачисене чăмтарсан, пĕрин те пуçĕ те курăнмĕччĕ.
— Чăмтарас пулать! — янах илтĕнсе кайрĕ пĕр сасă.
— Эпĕ санăн сассуна илтесшĕн, Паççи тантăшăм, — терĕ Николай. — Сан аслаçун Варлам патĕнче тарçăра ĕçлесех ĕмĕрĕ иртсе кайрĕ, анчах вăл Варлам пулăшнипе пĕр юпа та лартаймарĕ.
— Качака та илмен! — илтĕнчĕ Паççи сасси.
— Сан аслаçуна эпĕ халĕ те астăватăп, — терĕ Николай, — ку ĕç кĕркунне 1911 çулта пулчĕ. Сан аслаçу пĕр пĕрчĕ тырăсăр тăрса юлчĕ, тарăхнипе Варлам витинче каштаран çакăнса вилчĕ.
— Ман арăм Варлам хирĕнче куçне шăтарчĕ. Çĕр çăттăр Варлама! — кăшкăрчĕ Шерхулла.
— Варлам хăй ĕçлеман, çынсене ĕçлеттерсе те вăрăсемпе çыхăнса мул пухнă, — Николай каланă чух сĕтел хушшинчен тухрĕ те сцена хĕррине пырса тăчĕ. — Варламăн пурлăхĕ, укçи, çăкăрĕ халăхăн, ун аллинчи кулачă чĕллинчен халăх куççулĕпе юнĕ сăрхăнса юхса тăрать. Хамăрăн юрату! — теççĕ пуянсем. Вĕсен юратăвĕ пур-и? Варлам юратнă пек пулса мăшкăл кăтартнинчен Тихха пиччен пĕртен-пĕр хĕрĕ Натюк тӳссе тăраймарĕ, вилчĕ. Инкесемпе аппасем, тантăшсемпе йăмăксем, пуянсен пусмăрне эсир тӳснĕ. Тата тӳсес килет-и?
— Çук, Микулай! — терĕ Паççи, тăпах сиксе тăчĕ.
— Эпĕ хам та кунта пуян пек ĕмĕтсĕр пултăм. Сценăна ярса тытрăм та пĕр пĕччен калаçатăп, — терĕ Николай, Паççи енне пуç тайса ыйтрĕ: — Паççи, эсĕ ĕçлеме те, ташлама та ăста, кунта тух та сăмах енчен те паттăр иккенне кăтарт-ха.
Паççи сцена çине талт-талт пусса хăпарчĕ, сцена хĕрринчех чарăнса тăчĕ.
— Пуçа ӳксен пушмак, — терĕ вăл аллисемпе хăлаçлансах. — Микулай мана итлесшĕнех пулсан, эпĕ сăмах пирки кивçенех кайса тăмăп, калăп эппин. Халиччен эпĕ хамăр ялта çăл умĕнче лĕкĕрти хĕрарăмсемпе вăрçса курнă, кун пек çӳллĕ вырăнта чи малтан тăратăп, малтан сăмах купалансах тăрать пекчĕ, халĕ чĕлхе вĕçĕнче пĕр Варлам çеç юлнă, сурсан та хăйпăнмасть — çакăнса тăрать. Мана Варлам яланах, Микулай каларăшле, премĕк паратчĕ, хăйĕн шавлă ĕçкисенче ташлаттаратчĕ, пăхăр укçа парнелетчĕ. Пăхăр укçа нумай япалана пĕлтерет. Варлам яланах хăйне ылтăн вырăнне хурать, пире, Йĕлмекассинчи çĕтĕк-çурăксене, виçĕ пуслăх пăхăр укçа вырăнне çеç. Пăхăр укçа çул çине ӳкет те таптанать, йăлтăртатмасть. Эпĕ Микулай сăмахне итлесе лартăм та: «Эккей! — терĕм хама, — пуян ури айĕнче лапчăнсах пĕтмен иккен-ха, — терĕм, — санăн, Паççи, малта пурăнмалли çутă ĕмĕт пур, — терĕм. — Сана ку таранччен Варлам таптаса пурăннă, Варлама хăйне таптама вăхăт çитнĕ», — терĕм. Инкесемпе аппасем, сире пĕр суймасăрах калатăп: Микулай сăмахĕсене итленĕ чух манăн мĕскĕн чун та ылтăн пек йăлтăртатса илчĕ, куçта лайăхрах курма тытăнчĕ.
— Тавах сана, Паççи! — Николай ура çине тăчĕ те алă çупрĕ.
Пĕтĕм халăх шăпăр-шăпăр алă çупса ячĕ, урасемпе тĕпĕртетсе илекенсем те тупăнчĕç, Шерхулла вырăнта ларма пĕлмерĕ:
— Урра Паççие! — тесе хытах кăшкăрчĕ.
Паççи çавра сцена çинчен анса тарас патнех çитрĕ, Николай куç хĕснине курчĕ те вырăнĕнчех тăчĕ.
— Юлташсем, — терĕ вăл, хĕрелсе кайнă пит çăмартисене аллипе сăтăркаласа илчĕ. — Алă çупнă хыççăн, ваттисен йăлине сума суса, манăн ташламалла ĕнтĕ. Сирĕн кунта, Çăкалăхра, халăха пухăнма лайăх çурт пур. Пирĕн Йĕлмекассинче хур йăвинчен те пĕчĕк хурал пӳрчĕ çеç. Унта пĕтĕм халăх пухăнать, шăнăçайманни урамра тăрать. Кунта килес умĕн эпир çав шăршлă кивĕ пӳрте çуса хăшкăлтăмăр, унтан кермен пек хӳхĕм пӳрт тума тăрăшрăмăр, анчах пӳрт пире итлес темерĕ, çаплах пĕчĕк юлчĕ. Микулай кунта пуянсене хĕстерме, Совет влаçĕ мĕн иккенне кăтартма чĕннĕ. Сăмахĕ пыл пек тутлă пулсан та, Йĕлмекассинче пурнăç çаплах йӳçĕ, çаплах Варлам хăнк та тумасть. Кунта, Çăкалăхра, пуян çын çуртне туртса илнĕ те халăх çурчĕ тунă. Питĕ те тĕрĕс тунă!
Халăх каллех хытă алă çупрĕ..
— Эсĕ, Микулай, ахаль çын мар, вулăс пуçлăхĕ. Эсĕ Ленина та курнă, тет, — çапла сăмах çӳрет халăх хушшинче. Эсĕ пирĕн ялта Варлам çуртне тытса илме, халăха пама хуш, пирĕн ялта та çапла пухăнса калаçма вырăн пултăр.
Паççи сцена çинчен анмарĕ, тӳрех халăх умне сикрĕ. Алă çупни те, кăшкăрни те нумайччен кĕрлесе тăчĕ.
4
Пӳртрен халăх кĕрлесе тухнă чухне шăхăрса вĕрекен çил пĕлĕтсене хӳтерсе пĕтернĕччĕ, тӳпе кивелнĕ улача пир пек кăвакрахчĕ. Николай Вавилов, президиумра Чинукпа юнашарах ларсан та, унпа калаçаймарĕ. Пуху питĕ шавлă пулчĕ, халиччен упăшкисемпе урлă калаçма именекен хĕрарăмсем те сцена çине хăпарма хăюлăх тупрĕç. Виçĕ хĕрарăм — хăй пасар. Кунта çĕр хĕрарăм ытлаччĕ, калаçмалăх чĕлхе тупăнчĕ. Мĕнле чĕлхесем тата! Пĕри пуянсенчен хăраса хĕрĕх çул пурăннă, тепри — вăтăр çул; тата тепри, çамрăкки, ачаранах пуянсене ылханса вĕчĕ тытнă, анчах ниçта та каласа парайман. Çăкалăхри халăх пӳртĕнче вĕсем пурте хăйсен чунĕсене уçса кăтартрĕç — чунĕсенче пурнăçа илем кĕртекен ылтăн нумай, ĕмĕртенех пĕр ăруран тепĕр ăрăва куçса пынă хаяр çилĕ те пур. Улангин арăмĕ, Анна, патша самани çинчен сăмах тапратсан, хăйĕн ăсĕпе Николай Вавилова тĕлĕнтерсех ячĕ: «Эпир патша саманине чыхма тырă, вăрçăра çапăçма кил-йышри арçынсене те панă, ыр сăмахне илтмен, çăмăллăхне курман», — терĕ вăл.
— Чинук аппа, эпĕ эсĕ тухса каласса кĕтрĕм, — терĕ Николай, урама тухсан.
— Паççи питех пултарчĕ, — терĕ Чинук. — Паянлăха вăл та çитĕ-ха.
Çав самант Шерхулла икĕ лаша çавăтса тĕттĕмрен килсе тухрĕ, такан айĕнче юр кăчăртатрĕ.
— Каюра Тимахви лаши санпа туслашсах кайрĕ-им, Шерхулла пичче? — терĕ Улангин арăмĕ Анна.
— Эх, Аннакайăм, кĕмĕл пĕрчĕм, тăванăм! — каларĕ Шерхулла. — Кевришпе тĕк тӳшек çинче выртса пурăнатăр, çапах та эсĕ классен кĕрешĕвĕ мĕн иккенне ăнланса çитейместĕн.
— Ман упăшкам Кевришке халĕ вулăсра сĕтел çинче выртса пурăнать, киле те килсе тухмасть. Сана, Шерхулла пичче, ман упăшка çинчен мар, лаша пирки каласа пама ыйтрăм, — терĕ Улангин арăмĕ.
— Лаша пирки эппин. Ку лаша халĕ Каюра Тимахвин лаши мар, — вăл ăна пуçĕнчен лăпкаса илчĕ. — Хамăрăн, вулăсри влаçăн. Ку ырă чун совет сĕллине çиет, ыраш улăмне те тиркемест, сывласса та совет сывлăшĕпе сывлать. Эпир Николай Петровичпа иксĕмĕр Хăвалăх урамĕпе иртеттĕмĕр, Тилли Куçмине тĕл пултăмăр та, лаша кулак шăршине тиркесе хартлатса илчĕ.
— Вăл апла кулаксене тапма та пултарать, — кулса ячĕ Варкки.
— Вăл йĕркене пĕлет, саккунсăр хăтланмасть.
Пурте ахăлтатса кулнă чухне Зоя Тимофеевна пӳртрен хашкасах чупса тухрĕ:
— Кайрăмăр! — терĕ.
Çуркунне, çул путса кĕнĕ пирки, пурте пĕрне-пĕри алран тытса утаймарĕç, умлăн-хыçлăн танккарĕç. Шерхулла, лашасене çавăтса, вĕсемпе тутарла та, чăвашла та, вырăсла та: «Чипер ут! Син кая! Шагай смело!» — тесе пычĕ. Çутăлас чухне ялта çутăсем йăлт та ялт тăваканччĕ, халăх ура çине сиксе тăраканччĕ, халĕ мăчи куç лампăпа пĕр каç çунтармалăх краççын вăрçăчченхи пĕр витре краççын хакне тăнă чухне пӳрт чӳречисем хура. Таçта тăмана кăвиклетсе илчĕ, ялта урăх сас-чĕвĕ илтĕнмерĕ. Ялтан тухса кĕперпе каçсан, чăнкă сăрт çине хăпарсан çеç, шурăмпуç çутипе кăвакарнă уй-хирте çурхи тĕнчен тапса тухакан нӳрлĕ шăрши сисĕнчĕ, çул хĕрринче ларакан пĕлтĕрхи армутисем çил çинче кашларĕç, тӳпере тăрисем пин хĕлĕхлĕ кĕсле каланă пек яланах хаваслă та çап-çамрăк çутçанталăкăн вилĕмсĕр юррине янратса тăчĕç.
Этем чĕри яланах çутçанталăкпа çыхăнса, туслашса тăрать. Ушкăнпа пыракан хĕрарăмсем çĕр çине хĕпĕртесе килекен çурхи тĕнче умĕнче тӳссе тăраймарĕç, юрласа ячĕç. Ку юрă чи малтан камăн кăмăлне килни сисĕнмерĕ, пурин те пĕр вăхăтрах юрласси килчĕ.
Уя тухрăм, çӳрерĕм,
Уйра сар ут курмарăм.
Яла кĕтĕм, çӳрерĕм,
Хам савнине курмарăм.
Манăн савнă тусăма
Вилĕм килсе çураçнă.
Пилеш пекех пӳ çине
Тăхăнтарнă шур шупăр,
Сăрлă хапха тăррине
Çакса хунă шур тутăр.
Хапха çине пăхнă чух
Çамрăк чунăм çурăлать.
Тăри кăна пĕлĕтре
Кĕсле калать, савăнать.
— Юррăр хурлăхлă сирĕн, — терĕ Николай. — Тăри те хаваслă, çил те вăштăр-вăштăр вĕрет, мĕншĕн эсир çеç çĕр çинче хурлăхлă?
— Эх, Николай шăллăм! — Чинук Николая хул хушшинчен тытса утрĕ. — Тем пекех савăнăçлă пулас килет, ав, çавă уй варринче ларакан хурама тавра ташласчĕ те, ура пымасть, чĕре çĕкленмест. Арçынсем савăнăçа, пĕлетĕн-и, хăш-пĕр чухне Çеркки лавккинчен илеççĕ, эрех ĕçеççĕ те тăррăс-тăррăс сиксе çӳреççĕ, вĕсене вара çӳлти хĕвел те хăйсен умне ӳкес ылтăн чăмакки пек курăнать. Пирĕн, хĕрарăмсен, савăнăç халлĕхе çук, ăна, Николай шăллăм, йăран çинче çарăк пек лартса ӳстереймĕн. Пăртакçă пурăнар-ха, ырлăх курар, ачасене тăрантиччен çитерер, вара эпир те савăнăçлă юрлăпăр.
— Эпĕ акă сирĕнпе утатăп та, — терĕ Улангин арăмĕ, — кил çинчен шухăшласа пыратăп. Ман Кевришке кăмиссар пулса кайрĕ, пысăк çын, теççĕ ăна халăх хушшинче, çапах та килте ачасем çăпатасăр лараççĕ, пӳрте хутма вут çук. Çĕрле ыйăх таçта хамран çичĕ çухрăмра çӳрет. Ыран-и, паян-и çурта вут тĕртесрен, хама вĕлересрен, ачасене тăлăха хăварасран хăратăп, чун ура тупанĕнчех тăрать. Пуянсем Ямшăк Михалин арăмне вĕлерчĕç, çуртне çунтарса ячĕç. Ман инкене, Ваçка арăмне, тĕп турĕç. Тавах Чинука, вăл Ваçкан ачисене пăхса пурăнать. Чĕрем çуннипе пыр типсе ларать. Эсĕ, пур, Николай шăллăм, чечеклĕ те уйăх çутиллĕ юрăсем ыйтатăн. Çапла-и, Чинук?
— Çапла ара...
— Халь ĕнтĕ ман киле уттарас, — терĕ те Улангин арăмĕ арçын пекех шĕвик шăхăрчĕ.
Унччен курăнмастчĕ, сасартăк пысăк та çăмламас йытă хура кашлинчи хушшинчен вирхĕнсе тухрĕ. Улангин арăмĕ умĕнче кайри урисем çинче сиккелерĕ, вара ун умне лап выртрĕ.
— Эх, чĕлхесĕр чунăм, — Улангин арăмĕ йытта çурăмĕнчен ачашларĕ. — Тем каласшăн ху, калаймастăн çав, турă усал çынсене чĕлхе панă, сана, ырă чуна, паман. Кашлинчи тĕмĕнче кушаккайăксем тытрăн-и, тăрантăн-и? Тăрăш, янаварăм, тăпра чав, апат шыра, килте сан валли пĕр çăкăр татки те çук.
Йытă калаçнă пек йынăшса илчĕ, Улангин арăмĕн кĕрĕк аркине тяпписемпе шăлкаларĕ, Хăвалăх еннелле пăхса сывлăша шăршларĕ.
— Килне çитичченех ăсатса ярăпăр, — терĕ Николай. — Пĕччен хăюллă çыннăн та чунĕ шикленет.
— Сирĕнпе каяс пулсан, çул тавра, — терĕ Улангин арăмĕ. — Эпĕ тӳрех вар урлă каçатăп. Ман шанчăклă тус пур, маншăн шыва та, вута та сикме хатĕр.
— Эх, паттăр та эсĕ, Анна! — терĕ Чинук, хулпуççинчен çапрĕ, ыталаса пăчăртама тăнăччĕ, çăмламас йытă ăрр! туса илчĕ, сиксе ӳкес пек хăтланчĕ.
— Сан хуçуна пӳрнепе те тĕртме юрамасть иккен, — Чинук йытă çине пăхса илчĕ, умне пыма хăрарĕ. — Эпĕ пуян таврашĕ мар, çăмламас тусăм, хамăн тантăша юратса кăна ыталас терĕм.
— Эсĕ, Николай тусăм, алă та ан пар, — терĕ Улангин арăмĕ. — Ял тулашĕнче йытă пушшех усал. Сывă пулăр-ха!
Улангин арăмĕ тепре шăхăрчĕ те хир тăрăх утрĕ, чупнă пекех кайрĕ, тĕтрепе хутăшса кайнă тĕттĕмре ун мĕлки ирĕлнĕ пекех çухалчĕ.
Шерхулла пĕр лашине утланнă, теприне çавăтнă, халăха хуса çитрĕ.
— Ман каяс, Николай Петрович, — терĕ вăл, — лашасем выçăхса çитнĕ, кĕрĕк çаннисене çыртса тăпăлтарма тытăнчĕç. Эпĕ санăн аннӳ патĕнче вĕсене çитеркелĕп, сана кĕтсех тăрăп.
— Каях, — Вавилов пăрăнса Шерхуллана иртсе кайма çул пачĕ.
— Но-о! — терĕ Шерхулла, лашисене иккĕшне те саламатпа çапас пек хăмсарса илчĕ, юрттарчĕ, тутарла юрлани илтĕнсе пычĕ:
Казан йăрак, йăрак,
Казандан мескев йăрак.
Кайтăр идĕм, илĕм йăрак.
Кайтмасса яна йĕрек.
— Шерхулла пичче тутарла юрласа чăваш сывлăшне янратать, — кăшкăрсах каларĕ Варкки. — Эпир начар-и, ăс валеçнĕ чух килте пулман-и, Паççи?
— Ара килте пулмасăр, пулнă, Варкки, — терĕ лешĕ, хăпартланса кайсах. — Эпир Çăкалăхпа Йĕлмекасси хушшинчи чăваш сывлăшне вырăсла юрласа кисретĕпĕр. — Вăл юрласа ячĕ:
Кастримишка кастрила
Йĕри-тавра у тебя.
Варкки, Паççин çинçерех сассине хуплас тесе, сивĕ шыв ĕçсе карланкине пăснă пек, хулăн сасăпа такмакларĕ:
Кис-кис молока,
Пакăлти старуха.
— Мĕнле юрă ку? — ыйтрĕ Николай.
— Вырăсла юрă, Микулай, — кулмасăрах каларĕ Варкки. — Чăн-чăн вырăсла юрă.
— Мĕн тенине пĕлтерет вăл?
— Вырăсла çапла, чăвашла мĕнле иккенне хамăр та ăнкарса илейместпĕр, — савăнсах кулса ячĕç пурте.
Кулăш пĕрчи пĕччен пырса çакланмасть, пĕри пырса кĕрсен, вара ун хыççăн купипе пырса капланаççĕ, хĕрарăмсем пурте кулса ячĕç. Уй хапхине уçса кĕрсенех урамра пĕр хĕрача чупни курăнчĕ, ăна малтанах палласа илме пулмарĕ.
— Иркка ĕнтĕ, кам пултăр урăххи, — терĕ Чинук, кĕтсех илнĕ пек чарăнса тăчĕ, ыттисене те чарчĕ.
— Чинук аппа-а-а! — тесе Иркка кăшкăрчĕ те хирĕç чупса пычĕ. Çул çинчи лакăм урлă сиксе каçнă чух хул хушшинчен саплăклă хутаçне ӳкерчĕ.
— Мĕн тума сана ку? — Николай çул çинчи хутаçа çĕклерĕ, силлесе илчĕ, хутаçран кукăр çĕçĕ тухса ӳкрĕ.
— Пирĕн, Микулай пичче, килте качака пур. Ыраш улăмĕ çиесшĕн мар, хăйне йӳçĕрех апат ыйтса макăрать, шурăмпуç килнĕ-килменех кил картинче çӳрет, хăва турачĕсем касса килме ыйтать. Эпĕ халĕ хăва турачĕсем касма Варак шывĕ хĕррине каятăп.
— Сĕчĕ тутлă-и? — кулса каларĕ Николай, хутаçа та, кукăр çĕççе те Ирккана тыттарса.
— Мĕн тутлă пултăр. Хăва турачĕсем çиет те армути пек йӳçĕ сĕт парать. Шăллăмпа иксĕмĕр тиркесех тăмастпăр, çамка тирне пĕрсе ĕçетпĕр. — Иркка, чăнах та, хăй сисмесĕрех çамки тирне пĕрсе кăтартрĕ. — Манăн сирĕнпе калаçма вăхăтăм çук, эпĕ васкатăп, — терĕ хĕрача.
— Иркка, паттăр чунлă хĕрача, ме сана кĕнеке парнелем, — терĕ Николай, салтак сăран сумкинчен кăвак хуплашкаллă кĕнеке кăларса Ирккана тыттарчĕ. — Ху та вула, ыттисене те вуласа пар.
Иркка хутаçне ури умне хучĕ, кĕнекене уçса пăхкаларĕ те хăвăрт такмакласа вуларĕ:
Пуш уйăхĕн вĕçĕнче
Хĕвел пăхрĕ ăшăтса...
Силпи чăваш ялĕнче
Юр ирĕлчĕ васкаса.
— Тавах сана, Микулай пичче! — савăннипе çуталсах кайрĕ Иркка пичĕ.
Вăл кăвак хуплашкаллă кĕнекене сăхман хĕвне чикрĕ, хутаçне ирхи сивĕре хĕрелсе кайнă аллипе çĕклесе илчĕ те тăкăрлăка чупсах кĕрсе кайрĕ, çаврăнса пăхрĕ те:
— Тепĕр хут пысăк тав сана кĕнекешĕн, Микулай пичче! — тесе кăшкăрчĕ.
5
Тирĕсри нăрăсене нăрăсем кăна темеççĕ — сарри, хури, мăйракалли теççĕ, вĕреннĕ çынсем вĕсен ячĕсене сума суса латинла çыраççĕ. Ялта вĕрме те пĕлсе çитеймен, лĕпĕшрен те хăракан йытăсен те хăйсен ячĕсем пур: Çăмлаккай, Улаçка, Йĕсхӳре, Шурçамки. Варлам пуян хăйĕн йыттине Зингер тесе чĕнет. Çĕвĕ машинисем çине «Зингер» тесе пысăк саспаллисемпе çырнă, çавăнпа Варлам хуçа хăйĕн усал йыттине мухтаса пĕтĕм тĕнчипе паллă нимĕçле ят хунă. Тихха арăмĕ Варлам патĕнче хăй Йĕлмекассине качча килсенех ĕçлеме тытăннă, хĕвел тухиччен пынă, хĕвел ансан тин аран-аран утса килне таврăннă, анчах Варлам Тихха арăмĕн ятне пĕлет-и? Варлам пĕлмен те, пĕлесшĕн те, мар. Ялта ытти çынсем те ун ятне пĕлмеççĕ, «Тихха арăмĕ» теççĕ. Тихха хăй те арăмне ятпа чĕнместчĕ: — Эй, апат пĕçер! Эй, кĕпе сапласа пар-ха! Эй, урай шăлса кай! — теме çеç пĕлкеленĕ.
Хурал пӳртне çуса тасатнă хыççăн тепĕр кун ирех Тихха арăмĕ хăйĕн хутман сивĕ пӳртне пăхса-туса тăмарĕ, хул хушшине виç-тăватă хăйă хĕстерчĕ, лапчăнса пĕтнĕ сăмаварне йăтрĕ те ял Советне утрĕ. Ĕнер каçхине çеç хутнă пӳрт сивĕнме шутламанччĕ, мунча пек тутлă ăшă шăршипе пăсланса тăратчĕ.
— Хĕр-Ваçка савăнтăр, йывăç урине ăшăтса лартăр, — мăкăртатса илчĕ вăл, кĕтесре выртакан тăват-пилĕк вут сыппине кăмакана хучĕ, хăййисене чĕртсе ячĕ. Вăл нумай хут касса сапланă пирки кĕскелсе кайнă кĕрĕкне пăтаран çакрĕ те кĕрĕкпе калаçма тытăнчĕ: — Сана хăçан çĕлетнĕччĕ, ăна та, мăнтарăн, пуçăм манса айнă. Тихха халăх хушшинче йăваш пекчĕ, тĕкне татса пĕтернĕ кăвакарчăн пек çĕтĕк сăхманпа çӳретчĕ, килте вара усалччĕ, йĕпе çанталăка кĕтсе вĕрекен сăмавар пек чашкăрса ларатчĕ. Пĕррехинче Натюк çуралнă çул пуçран калăппа çапрĕ те, çавăнтан вара ăн çухалчĕ. Эх, Натюкăм, сивĕ çĕр айĕнче выртатăн, мана аса илетĕн-ши? — Тихха арăмĕ пĕр сасăсăр йĕрсе ячĕ, куççуль шăрçисем пит çăмарти тăрăх шăпăртатса анчĕç.
Тихха арăмĕ хăйне ялта чи мĕскĕн çын вырăнне хурать, хăй чухăннипе вăтанать, халăх хушшинче пуплемест, çавăнпа пĕччен чухне хăйпе хăй, умĕнчи япаласемпе, урайĕнче выртакан турпаспа та калаçса хуйхăллă ăшчикне йăпатма вĕреннĕ. Турпас, хăйне вăрçсан та, чĕнмест, çын хăйĕнчен чухăн этеме ним çукран та хăртса тăкма, хĕнеме те пултарать.
— Авăс вутти çав, — тесе вăл кăмака умне пырса тăрать. — Вутпа çулăм вăрçнă пек, тулашнă пек шатăртатса çунать.
Вăл кăмака айĕнчен икĕ кирпĕч катăкки илет, вĕсене пĕр-пĕринпе сăтăрса хĕп-хĕрлĕ хăйăр кăларать. Вăл Тихха çапса лапчăткаланă сăмавара хăйăрпа сĕрсе çутатнă чухне Василипе Уçăп килсе кĕчĕç.
— Тихха арăмĕ инке, — терĕ Василий, — эсĕ хăна кĕтетĕн-и?
— Ман кĕтес хăна тĕнчере пĕр çын та çук, ачам.
— Мĕншĕн вара сăмавар?
— Сире, ачамсем, чей ĕçтерĕп. Сирĕн кунта тавлашса кайнă чухне çăварăрсем типсе каяççĕ.
— Ĕçлеме ăста эсĕ, инке, — председатель тахçанах кивелсе кайнă шинельне хывса тăмарĕ, мулкач тир çĕлĕкне сĕтел çине хучĕ, хăй сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. — Инке, пирĕн Уçăппа иксĕмĕрĕн ял Советĕнче ĕçлекенсен спискине тумалла. Эсĕ пӳрте тасатса, йĕркене кĕртсе пыракан çын, çавăнпа пирĕн сана укçа тӳлесе пымалла. Санăн ятна пĕлместпĕр. Такамран та ыйтса пăхрăм, никам та пĕлмест.
— Мĕн тума сире, ачамсем, манăн ят? Тихха арăмĕ тесе çырăр, хĕрĕх пиллĕкре тесе кăтартăр.
— Хут çине апла çырма юрамасть, — сĕтел хушшине пырса ларчĕ Уçăп. — Ят та, хушамат та кирлĕ.
— Эпĕ хама ятпа чĕннине астумастăп. — Тихха арăмĕ сĕтел умне пырса тăчĕ. — Атте мана: — Телей курма çуралман çын, — тесе вăрăм ятпа чĕнетчĕ, анне: — Мĕскĕнĕм, — тесе ачашлатчĕ.
— Эпĕ кулса мар, чăннипех ятна ыйтатăп. Шухăшла-ха эсĕ, список айне манăн алă та, пичет те пусмалла. Эсĕ мана ятна кала!
— Мана сăхсăхса ĕнентерме юрамасть, ма тесен эпĕ тĕне кĕмен, иккун чуптуман.
— Эсĕ мана ятна кала! — Хĕр-Ваçка урайне йывăç урипе тапса илчĕ.
— Манăн анне тĕне кĕмен чăвашчĕ, вăл манна Карпи ят панă, ниçта та çыртарман. Атте Христоса ĕненетчĕ, мана тĕне кĕртесшĕнччĕ, аннепе хирĕçетчĕç. Çапла вара эпĕ киремет йĕркине те, чиркӳ саккунне те кĕмен, ятсăр юлнă.
— Апла, эппин, председатель юлташ, эпир ăна Карпи тесе çырăпăр. — Уçăп сĕтел çине пулă чĕркекен сарă хут хучĕ, çырма хатĕрленчĕ. — Хушамат мĕнле вара? — ыйтрĕ вăл Тихха арăмĕнчен.
— Хушамат тени мĕн тени? — ыйтрĕ Тихха арăмĕ. — Эсир мĕншăн мана, ватă çынна, аплах тĕпчетĕр? Эпĕ сирĕн пӳртĕнте нимĕн те вăрлас çук, халиччен çын япалине пӳрнепе тĕртсе те курман.
— Сапăр пул-ха, Карпи инке. Хушамат тени аслаçу ятне пĕлтерет.
— Ара, Ваçка ачам, атте-анне хăйсем çурт лартман, ялтан яла çӳренĕ, мана таçта çуратнă, ман асатте мĕн ятлă пулнă, пĕлместĕп. Аттене Тимкка тесе чĕнетчĕç.
— Ăна Тихха хушамачĕпе çырма пулать, — терĕ Василий, шухăша кайса тăчĕ, ĕнсине кĕтĕр-кĕтĕр хыçса илчĕ те Уçăпран ыйтрĕ: — Тиххан хушамачĕ мĕнле пулнă?
— Тихха ку ялта çуралман, таçтан инçетрен килсе тухнă, ун хушамачĕ пулман. Вăл ятлă çĕр те, выльăх-черлĕх те тытман.
— Куланай та тӳлемен-и вăл?
— Мĕнле астумастăн вара эсĕ? Мĕнпе тӳлеме пултарнă куланайне? Тихха ятпа ăна акă çак пӳрте чĕнтернĕ, Тихха тесе хĕненĕ те кăларса янă.
— Эсĕ тĕрĕсех каламастăн, — терĕ Тихха арăмĕ, — Тихха вăйсăр çынччĕ, хĕненĕ хыççăн çак пӳрт умĕнче ахлатса выртатчĕ. Вара эпĕ ăна хам йăтса киле таврăнаттăм, хĕненĕ чух суранланнă çурăмне курăк шывĕпе сĕрсе юсаттăм.
— Инке, аптраса ӳкрĕм ĕнтĕ, — Василий каллех ĕнсине хыçса илчĕ. — Сана мĕнле те пулсан хушамат парасах пулать. Хамăр шухăшласа кăларсан, юрать-ши, юрамасть-ши?
Ял Советне кĕтмен çĕртен Шерхулла килсе кĕчĕ.
— Эсир виççĕн, пĕр хĕрарăмпа икĕ арçын, саккун çыратăр-им? Эсĕ те, Тихха арăмĕ инке, пысăк вырăна кĕнĕ-çке, саккун çинчен вĕри чей ĕçсĕх калаçма сăмаварне те кунта илсе килсе лартнă.
— Килех, — терĕ Василий, — пукан çине лар та кала-ха...
— Ман ларса тăма вăхăт çук. Николай Петрович хăй килĕнче, амăш патĕнче, вут çурать, амăшне ăш пӳртре усрасшăн. Хăй кунта килсен, халăх килсе тулĕ те калаçма памĕ. Сире, Уçăппа иксĕре, чĕнтерчĕ. Вăрттăнра пăшăл-пăшăл калаçасшăн-и, сире вĕри кукăль çитересшĕн-и? Ăна пĕлместĕп.
— Эсĕ, питĕ хăвăрт çӳреме юратакан, пăртакçă тăр-ха, сывлăш çавăр, лар, — Хĕр-Ваçка Шерхуллана аллинчен тытрĕ те сĕтĕрсех пукан çине лартрĕ. — Тихха арăмĕн хушамачĕ çук. Хушамат тупса пар.
— Акă мĕн, Василий, — терĕ Шерхулла сĕтел умне пырса. — Ку таранччен Тихха арăмĕн ятне Йĕлмекассинче никам та пĕлмен, хăй те хăш-пĕр чухне манса кайнă пулĕ. Вĕсен килĕнче хушамат нихçан та пулман. Çапла ĕнтĕ эпир, кунта пухăннă юлташсем, ăна халĕ хушамат памалла. Ăна патша вăхăтĕнче çын вырăнне шутламан, Совет влаçĕ кăна ăна хăйĕн ĕçчен хĕрĕ тесе чĕнет, сум сăвать. Вăл Совет саманинче этем пулса çуралнă, çавăнпа эсир ăна хут çине Советова тесе çырăр. Председательпе секретарĕ пичет те, алă та пусчăр! Юрать-и?
— Питех те юрать, — терĕ Василий, сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. — Ашшĕ Тимкка ятлă пулнă.
— Апла ĕнтĕ, — хавхалансах каларĕ Уçăп, ручка ярса тытрĕ. — Списока Тихха арăмне Карпи Тимофеевна Советова тесе кĕртес пулать.
— Питĕ те йĕркеллĕ пулса тухать, — Шерхулла Тихха арăмне çурăмĕнчен лăпкаса илчĕ: — Яту чăвашла, аçу ячĕ вырăсла, хушамату советла.
— Манăн ят та çынсенни пекех йĕркеллĕ-и вара? — Тихха арăмĕ тĕлĕнсе кайнă пек пăхса илчĕ.
— Тĕп-тĕрĕс, йĕркеллĕ, — терĕ Уçăп, — Карпи Тимофеевна Советова, Йĕлмекассинче, чăваш ялĕнче пурăнать тесе çырса хуратпăр.
— Кун пек хаваслă вăхăтра «Урра!» кăшкăрмалла, этсемĕрсем! — Шерхулла уткалама пуçларĕ, çав вăхăтра волисполком председателĕ Вавилов пырса кĕчĕ.
— Николай Петрович, эсĕ мана ан ятла ĕнтĕ, — кунта тытăнса тăмалла пулчĕ, — терĕ Шерхулла.
— Мĕн ĕç тупăнчĕ? — ыйтрĕ Вавилов.
— Ваçка шăллăм, мана çын йĕркине кĕртесшĕн-ха. — Пуриншĕн те сăмах хушрĕ Тихха арăмĕ, икĕ аллине те саркаласа тăрса. — Сана та, Микулай шăллăм, тем пекех тав тумалла. Халĕ шыв та кӳреймерĕм-ха. Тепрехинче чей вĕретсех кĕтсе илĕп.
Тихха арăмĕ килĕнчен кĕвентепе икĕ витре илсе килчĕ, шыв кӳчĕ те чей вĕретме шухăш тытрĕ. Вăл сăмавар трубине ялкăшса тăракан шĕл-кăвар тултарчĕ, кĕрĕк çаннине хутлата-хутлата лăпăш-лăпăш вĕртерчĕ, Зоя Тимофеевнăпа Чинук пырса кĕчĕç — иккĕшĕн те пит çăмартисем çурхи çил çинче хуралса кайнă.
— Пирĕн килес, инке!
— Килĕрех, тĕпелелле иртĕр! — Тихха арăмĕ сăмавар трубине кĕрĕк çаннипе хашкаттарсах вĕртерчĕ, вĕтĕ кăвар татăккисемпе кĕле вĕçтерчĕ.
— Сан чей пур-им вара? — ыйтрĕ Чинук.
— Пасар чейĕ çук. Халĕ, Чинук тăванăм, халăх чее вăл, ним çукран та нимĕр пĕçерме пĕлет: ыраш улăмне ярса вĕретеççĕ те, шывĕ ĕçме шерпет пек пулать.
— Мана та кĕме юрать-и? — Иркка алăка уçса хупрĕ те алăк янаххисем хушшинче тăчĕ.
— Алăка шаккаса ыйтаççĕ ăна, — терĕ Чинук. — Ху кĕрсе кайнă та: — Кĕме юрать-и? — тесе ыйтатăн.
— Килях ачам, — терĕ Тихха арăмĕ. — Сипетлĕ чей ĕçтерĕп.
— Мĕн ярса вĕретрĕн вара, инке? — Иркка сывлăша шăршласа илчĕ. — Кунта сан чей шăрши çук, сăмаварунтан пăс кăна тухать.
— Ыраш улăмĕ ярса вĕрететпĕр, Иркка ачам, Хусан купцисем ĕçсе курман тутлă чей ĕçĕпĕр.
— Эпĕ ыраш улăм шывне ĕçме лаша мар. Эпĕ мар, качака та ун пек шыва ĕçмест. Эпĕ сана питĕ тутлă шăршлă чей ĕçтерме пултаратăп, инке.
— Лавккара та çукскере ăçта тупăн-ха? — Чинук Иркка патне пычĕ. — Çук чее шыраса ан çӳре-ха. Варккипе Паççи чӳречисене кайса шакка, вĕсене вĕренме килме йыхравласа хăвар.
— Юрĕ. Калăп. Чейне те тупса килĕп. — Иркка алăка уçса тухрĕ, алăка урипе тапса хупса хăварчĕ.
— Сăмавару сан, инке, пĕлĕтрен ӳкнĕ уйăх пек пăхса ларать-çке. Уяв çитет-им? — терĕ Чинук.
— Маншăн паян кун уяв пулчĕ, Чинукăм, — терĕ çĕнĕ ят туяннă инке.
Тихха арăмĕ хăйĕн савăнăçне каласа пама хатĕрленнĕччĕ, сăмавар труби ӳхĕрме тытăнчĕ.
— Тирпейлĕ пул-ха эсĕ, сăмаварăм! Ан ӳхĕр, чарăн! Сăмавар вĕресе тухас чухне кашкăрла ӳлесен, ялта инкек пулать, тет.
— Ара, инке, — терĕ Чинук, — сăмавар ӳхĕрни инкеке кăна пĕлтермест, тăман пуласса та систерет.
— Чинук йăмăкăм, эсĕ тĕрĕссине калатăн: хура кураксем килме тытăннă, курак тăманĕ пулатех. Курак тăманĕ вăйлă иртнĕ çул тырă хĕвĕнсех пулать, тет. Ырă хыпар пĕлтерсе ӳхĕретĕн пулсан, сăмаварăм, хытă ӳхĕр!
Сăмавар хуçи каланă пек ӳхĕрме ĕлкĕреймерĕ, вĕресе тухрĕ те шурă пăспа витĕнчĕ. Çав самант Иркка пырса кĕчĕ, хытă чупса килнипе пит çăмартисем ялкăшса тăраççĕ.
— Пуринне те чӳречисене шаккаса тухрăм, — терĕ вăл, пăш-пăш сывласа. — Килте те пултăм, инке чей ĕçтĕр, терĕм. Пĕлетĕр-и, мĕн илсе килтĕм? Кала, Чинук аппа?
— Чей, — терĕ Чинук.
— Чей илме манăн укçа çук. Эпĕ паян Варак шывĕ хĕрринчен хурлăхан турачĕсем касса килтĕм. Хурлăхан турачĕсем ярса вĕретнĕ шыв питĕ тутлă. Ме, инке, тӳрех сăмавара яра пар! — Иркка сăхман кĕсйинчен виçĕ-тăватă турат туртса кăларчĕ, вĕсене Тихха арăмне пачĕ.
— Ăспаççипе, Иркка, — тăсарах каларĕ Тихха арăмĕ.
Карпи инке куркине тирпейлĕ тултарса вĕре-вĕре чей ĕçрĕ, — çамки çинчен тар пĕрчисем пит çăмартисем тăрăх йăри-яри юхса тăчĕç.
— Мунча кĕнĕ пек çанçурăм канчĕ, ура тупанĕнче шăнса çӳрекен чунăм чĕрене таврăнчĕ, — терĕ те вăл, Ирккана хулпуççинчен лăпкарĕ. — Сан, Иркка ачам, чуну ăмăрткайăкăнни пек паттăр. Эсĕ, ху пĕчĕккĕ пулсан та, хăраса тăман, Варак шывĕ хĕрринчен хурлăхан турачĕсем касса килнĕ. Чейӳ тутлă. Тавах, ачам! Хӳхĕм каччă тупмалла пултăр!
— Эсĕ, инке, мана каччă тупса парас пирки çăвар ан уç, тав тăвассу килетех пулсан, урăхла сăмах кала.
— Мĕнле калас вара, ачам?
— Эпĕ вĕренесшĕн, инке.
— Вĕрен, ачам, тăрăшсах вĕрен. Сан умăнти çулу уçă пултăр. Вулама аванах пултаратăн пуль-ха?
— Мана Микулай пичче кĕнеке пачĕ, — терĕ Иркка, сиккелесе илчĕ. — Эпĕ сана шăрантарсах вуласа парăп.
— Вула, Иркка! — терĕç алăкран кĕрекен хĕрсем.
Иркка çаврăнса пăхрĕ, вăтансах кайрĕ. Вăл Тихха арăмĕпе шăкăлтатса пупленине кĕрсе тăнă хĕрсем çеç мар, Зоя Тимофеевна та итлесе ларнă иккен.
— Эсĕ, Иркка, уроксем пуçланиччен Николай Петрович панă кĕнекене вуласа пар-ха, — терĕ Зоя Тимофеевна.
— Сассу сан сар кайăк сасси пек, — терĕ Тихха арăмĕ. — Вула-ха.
— Вула, Иркка! — куç хĕссе илчĕ Чинук.
Пӳртре тĕттĕмрех пулин те, Иркка кантăк умне пымарĕ, урай варрине тăчĕ те сăхман хĕвĕнчен кăвак хуплашкаллă кĕнеке кăларчĕ, пыр тĕпне тасатма пысăк çын пек ĕххĕм! ӳсĕрсе илчĕ.
Малтан никам та ытла савăнас та, ытла хурланас та темен, ялта ăста калаçма пĕлекен хĕрачан кăмăлне çĕклесшăн, ăна хăйсем сума сунине кăтартасшăн çеç пулнă. Пĕр ĕмĕр хушши ларакан хурал пӳртĕнче темле тиек те, уретник те хутсем нумай вуланă, çынсене хĕнеме хушакан саккунсене хулăн сасăпа, çинçипе те пĕлтернĕ. Анчах çынна хĕрхенме чĕнекен вырăсла кăнеке те, чăвашли те хăрушă пӳрте пырса кĕмен. Иркка такмакласа юрланă пек вулама тытăнчĕ кăна, пурте пĕр-пĕрин çине пăхма пăрахрĕç, шухăша кайнă пек пулчĕç. Паççипе Варкки нихçан та шкулта вĕренсе курман, кĕнеке вуланине итлемен. Тĕрĕссипе каласан, вĕсем тĕнчере чăваш халăхĕ çинчен калакан кĕнеке пуррине те пĕлмен.
Ешĕл курăк хушшинче
Сап-сарă чечек ӳсет.
Аслă Силпи ялĕнче
Нарспи ятлă хĕр ӳсет.
Пичĕ-куçĕ пит хӳхĕм,
Хирти сарă чечек пек.
Икĕ куçĕ хуп-хура,
Икĕ хура шăрçа пек.
Явăнаççĕ хыçалта
Çивĕт вĕçĕ кăтрисем,
Утса-утса пынă чух
Шăнкăртатать тенкисем.
Куçĕсемпе пăхнă чух
Каччăн чĕри çĕкленет,
Çӳхе тути кулнă чух
Каччăн чунĕ çемçелет.
Иркка çак йĕркесене вуласа пĕтернĕччĕ, чарăнма шутламанччĕ, Паççи çăмăл сиксе тăчĕ те Иркка патне пычĕ, ăна хулĕнчен тытрĕ.
— Иркка, çаплах хитре çырнă-и? Кăтарт-ха, — терĕ вăл.
— Мĕнле вара эсĕ, Паççи аппа, чипер кĕнекене те шанмастăн? — терĕ Иркка, кĕнекине пӳрнипе тĕртсе кăтартса: — Акă çырнă, акă! — хăтăрнă пек каларĕ вăл.
— Ан çиллен, Иркка, — терĕ Паççи, вăл хăйне паттăр тытма пĕлет, анчах та халĕ пĕчĕк хĕрача умĕнче мĕскĕннĕн курăнчĕ.
— Эпир тĕттĕм çынсем-çке, хамăр алăпа тытса пăхмасан, ниме те шанмастпăр, — терĕ Варкки, вăл хăйĕн Паççи тусĕн хутине кĕресшĕн пулчĕ.
— Ку пуккусене тытса пăхнипе мĕскер вара? Вĕсен шăрши те, тути те çук. Эсир, аппасем, вĕренĕр те, вара пуккусем сирĕнпе калаçма тытăнĕç.
— Пурнăç çинчен каласа парĕç, — хушрĕ Зоя Тимофеевна, Паççипе Варкки çине пăхса илсе.
— Эсĕ, Иркка йăмăкăм, чăркăша кĕрсе ан тăр-ха, вула! — терĕ Чинук.
Иркка малалла вуласа кайсан, Нарспи пекех инкек курнă Лисук аппăшне аса илчĕ, чунĕ тăвăрланса пычĕ, çавăнпа сасси хурлăхлă-эрлĕклĕ пулчĕ. Савăнăç шыракан Иркка кĕнеке хавасланса каясса кĕтсе пычĕ:
Автан çур çĕр авăтать,
Ларнă çĕрте çывăрать.
Хуллен-хуллен уйăх та
Вăрман хыçне пытанать. —
Ырă тутлă ыйхăпа
Чăваш çынни çывăрать.
Пĕр чунăн çеç хуйхăпа
Çав каç чĕри çурăлать, —
вăл çапла такмакланăччĕ çеç, Тихха арăмĕ, питĕ шăп ларнăскер, сасăпа йĕрсе ячĕ.
— Пĕтĕм тĕнче тутлăн çывăрнă чух та мăнтарăн хĕрĕн ыйхи çук. Эх!
— Эпĕ сире савăнтарас тенĕччĕ, эсир макăрса ларатăр, — терĕ Иркка, кăвак хуплашкаллă кĕнекене хĕвне персе чикрĕ.
— Вула-ха, вула! Кĕнекӳне ан пытар! — терĕç темиçен харăс.
Иркка кĕнекине хĕвĕнчен кăларчĕ те малалла вулама пуçларĕ.
7
Чинук куççуль витĕр çырнă çыру вăрах вăхăт пысăк вăрçă çулĕсем тăрăх çӳрерĕ, Михаля аллине пырса лекеймерĕ. Михаля вăрăм отпуск илсе сулахай аллине мăйне уртăнтарса госпитальрен тухса кайсан тин, госпитале Михаля ячĕпе çырнă çыру çитрĕ. Михаля арăмĕпе ывăлне питĕ курас килнипе çул çинче те питĕ васкарĕ.
Мускава çитиччен выльăх турттарса çӳремелли вакунпа кайнă чух тимĕр кăмака тĕтĕмĕпе чыхăнса аптрарĕ. Унпа юнашар ватăрах рабочи ларса пычĕ. Вĕсем иккĕш пĕр талăк хушшинче вăрçă пирки, фронт çинчен тата ялти ĕçсем çинчен те нумай калаçрĕç.
— Шутла-ха ĕнтĕ, Миша, эсĕ ялсенче пĕрер, икшер кулак пур тетăн, ун çинчен нумай каласа патăн ĕнтĕ, анчах эсир пĕр ялпа ăна лапчăтса лартаймастăр-и? Ял, пĕр полк чухлĕ пулсан та, пĕр çынран хăраса тăрать.
— Пурне те пĕлсе тĕрĕс туса пырсан, нимле кулак та хăрушă мар, — терĕ Михаля.
— Ленин хушнă пек ту, вара йăнăшмастăн. Кулаксене пĕтĕмпех пĕтерсе лартас тесен, вĕсене хӳтĕлекен эсерсене питлемелле. Кулак халлĕхе çарăк пекех тымар ярса хытă ларать, шуррисем çĕнессе кĕтет, кайран вара вăл хресченсене юн кӳллине чăмтарĕ, — рабочи калас сăмаха каласа пĕтереймерĕ, пăравус шурă пăс кăларса çухăртрĕ, вакунри çынсем сиксе тăчĕç, пуçтарăнма пуçларĕç:
— Мускав!
Мускав курман — тĕнче курман, теççĕ халăхра.
Вокзал витĕр, çапса хĕстернĕ пек халăх хушшинчен, Михаля аран-аран урама тухса тăчĕ. Сарлака та хура юрлă урамра çил вĕрет, хут татăкĕсене, çӳп-çапа вырăнтан вырăна кустарать. Мускав — аслă вырăс çĕрĕ çинчи пур хуласемпе ялсен амăшĕ — вăрçă-харçă çулĕсенче пуринчен те ытла выçлăх тӳснĕ. Çӳлĕ çуртсем тăрринчи шăвăçсем сĕвĕнсе кайнă та çилпе тăнкăртатаççĕ. Темиçе хутлă çуртсем кĕркунне ăшăнма выртнă чĕрĕп евĕрлех туйăнаççĕ, пур чӳречеренех тенĕ пек тимĕр кăмака мăрйисем тухса тăраççĕ. Хуралса кайнă урамсенче мунчала кушелсем йăтнă хĕрарăмсемпе арçынсем таçта васкаççĕ, «Смело, товарищи, в ногу» юрласа, салтаксем иртсе кайрĕç. Утсан-утсан, Михаля пĕр салтака чарчĕ те:
— Хусана ăçтан каймалла? — тесе ыйтрĕ.
— Авă! — терĕ салтак, чиркӳ пек каçăрăлса тăракан вокзал еннелле аллине тăсса кăтартрĕ.
Алăкран кĕнĕ чухне чăрмантарса тăракан пулмарĕ, лерелле кĕрсе каясси йывăр пулчĕ. Халăх тĕкме пек тăрать, текех хумханать, пĕрре вăрăм çын пуçĕ, тепре çӳле çĕкленĕ хутаç курăнать; пĕрре харкашнă сасă, тепре ача макăрни илтĕнет. Михаля тăпах чарăнса тăчĕ.
— Михаль пичче! — тени илтĕнсе кайрĕ.
— Парăхвиш! — кăшкăрса ячĕ Михаля хăй те, вара вăл икĕ туя çине тĕрĕнсе аран-аран тăракан çын патнелле васкарĕ. — Сасă паман пулсан, паллас çукчĕ эпĕ сана!
— Эсĕ халĕ те вилмен-и? — Кулса ярасшăн пулчĕ Парăхвиш.
— Чипер калаç-ха.
— Пирĕн ялта юратса çапла калаççĕ, пичче.
— Ăна сывă çынпа çапла паллашаççĕ. Епле майпа кунта лекрĕн вара?
— Госпитальрен...
— Госпитале хăçан лекрĕн?
— Çĕн çул каç. Шуррисен штабне илнĕ хыççăн. Вĕсен полк штабĕ кирпĕч çуртраччĕ. Эпир унта кĕрсе кайрăмăр, кайран урама сиксе тухрăмăр. Йĕри-тавра снарядсем шăрт та шарт çурăлаççĕ тата таçта пĕр пулемет шаплаттарса ларатчĕ. Эпĕ снаряд уласа килнине илтрĕм, ӳкнине илтеймерĕм, хам персе ӳкнĕ.
— Чим-ха, Парăхвиш. Эсĕ таркăнччĕ-çке. Епле вăрçа лекрĕн?
— Эпĕ патша чухне таркăнччĕ, Михаля пичче, Хĕрлĕ гвардие ноябрь уйăхĕнче хам ирĕкпе кайрăм.
— Анюк ăçта?
— Арăма эпĕ хамăн тăван яла ăсатрăм. Эй, Мяхаля пичче, фронтра эпĕ пайтах шар кăтартрăм шуррисене! Иртерех амантрĕç, çавă шел! Чĕркуççие пăсрĕç. Ĕмĕрлĕхех уксах ĕнтĕ эпĕ. Иртерех авланни аван, арăм пăрахмĕ. Ыратни иртсе кайĕ-ха вăл...
— Сана ура çине тăма йывăр пулас? — ыйтрĕ Михаля.
— Эх, Михаля пичче, чирлесе каяс марччĕ. Кăшт калаçрăм та, куç хуралчĕ, йăванса кайăп-и, — терĕ Парăхвиш.
Михаля ăна хулĕнчен тытрĕ те хăйсем умĕнче тăракан сарлака çынна чавсипе тĕртрĕ. Лешĕ çаврăнса пăхрĕ.
— Манăн тус-салтак чирлĕ те, уксах та, — терĕ Михаля çав кервен çынна.
— Ăçталла эсир? — ыйтрĕ кервен çын.
— Хусаналла, — терĕ Михаля. — Госпитальрен таврăнатпăр.
— Кам та пулин пулăшмасан, кунта сире хĕстерсе вĕлерĕç. — Кервен çын йĕри-тавра пăхса илчĕ: — Салтак салтакшăн тăван пулаканччĕ те...
— Кунта салтаксем курăнмаççĕ-çке, — хăйне хĕрхентерес пек каларĕ Михаля, — сыввисем вăрçăра, акă эпир — уксах-чăлах...
— Салтаксем пур-им? — илтĕнчĕ пĕр хăюллă çамрăк сасă.
— Пур! — кăшкăрса ячĕ Михаля.
— Унччен те пулмарĕ, çынсене тĕрткелесе, сарлака хулпуççиллĕ, тĕреклĕ салтак пырса тăчĕ, хура çӳç пайăрки шлем айĕнчен тухса çамки çине ӳкнĕ.
— Кам пулнă эсир? — шăтарас пек пăхрĕ салтак Михаля çине.
— Разведчиксем.
— Эпĕ хам та разведчик, вăрçăран килетĕп, тарса та мар, аманнипе те мар. Кулаксем аттене вĕлернĕ. Златоуст еннелле каймалла.
Виççĕш хăвăрт-хăвăрт калаçса илчĕç, туслашнине пĕлтерсе, пĕрне-пĕри алă пачĕç.
— Эпĕ сире малтанах каларăм. Салтак салтака тăван. Çавăнтах пăхса тăратăп, — терĕ кервен çын.
— Тавтапуç сана, ырă çын! — терĕ Михаля.
— Кайрăмăр! — терĕ çамрăк салтак, икĕ хулĕпе халăха çăмăлах сирсе, çул уçса пычĕ.
Вĕсем пĕр самантрах алăк патне çитсе те тăчĕç. Çамрăк салтак, алăк патĕнче тăракан хура пиншаклă çынпа йăвашшăн та йĕркеллĕн калаçма тытăнчĕ:
— Кусем — разведчиксем, шуррисемпе çапăçнă чухне аманнă. Эсир, юлташ, вĕсене епле пулин те чипер лартса ярăр.
— Документсем пур-и? — ыйтрĕ хура пиншаклă çын.
— Вĕсен докуменчĕсем — уксах ура, туя, шинель, — терĕ çамрăк салтак.
— Халĕ такам та шинель тăхăнса çӳрет. Спекулянтсем, хăйсен хура чĕрине пытарма, юри шинель тăхăнса çӳреççĕ, — ывăннă сасăпа каларĕ хура пиншакли.
— Документсем пур. Госпитальрен çырса пани те пур, — терĕ çирĕп сасăпа Михаля. — Ытах шанмасан, партбилет та пур. Ун пек япалана спекулянтсем чиксе çӳремеççĕ пулĕ?
— Эпĕ сире кӳрентересшĕн марччĕ, сăмах май çеç каларăм. Хамах лартса ярăп, — терĕ пиншаклă çын. Хура пальтоллă икĕ çын патне пычĕ те: — Эсир паян кунĕпех калаçса ларатăр. Салтаксене канма вырăн парăр! — терĕ.
Михаляпа Парăхвиш çамрăк салтака тем пекех тав турĕç, хăйсем ăçта пурăннине те, чугун çулĕнчен инçе маррине те каларĕç, çул май кĕрсе тухма сĕнчĕç.
«Халăх шавлать, кĕрлет, ытла хаяррăн туйăнать, анчах вĕсем хушшинче ыррисем сахал мар», — шухăшларĕ Михаля, пуçне хулпуççи çине хурса тĕлĕрсе ларакан Парăхвиш çине пăхса илчĕ, ыйхи килчĕ, анчах ун умне каллех çамрăк вырăс салтакĕ килсе тухрĕ.
— Ашшĕне кулаксем вĕлернĕ, — хăй тĕллĕн калаçса илчĕ Михаля, — ашшĕ те ырă пулнă ĕнтĕ. Кулак ырра юратмасть.
Йĕлмекассинче те çаплах, Златоуст патĕнче, Уралта та.
— Юлташ! — терĕ çамрăк салтак, Михаля умне пырса тăрса. — Сирĕн хутаç та, котелок та çук. Çăкăр та çук ĕнтĕ. Епле киле çитес тетĕр-ха?
— Эй, салтак юлташăм, эпир ун çинчен шухăшламан та.
— Çапăçма иксĕр те ăста разведчиксем, — кăмăллăн кулчĕ салтак. — Хырăм пирки разведкăна каймалла мар-и?
— Ун йĕркине пĕлейместĕп эпĕ, — терĕ Михаля.
— Эсĕ, пиччем, юлташна кунта лартса хăвар. Çимелли шырăпăр.
— Парăхвиш! — Михаля тусне хулĕнчен тытса вăратрĕ. — Сан хутаç пекки çук-и?
— Мĕн тума?
— Çакă салтак çăкăр тупса парасшăн.
— Эпĕ аялти кĕпене хывма пултаратăп.
— Ну, пăх-ха эсĕ ăна, сивĕре юлашки кĕпине парасшăн. Атя, пичче, — терĕ салтак, — хам тупса парăп.
Михаляна салтак пĕр пӳлĕмрен тепĕр пӳлĕме илсе çӳрерĕ, начальниксемпе калаçрĕ, юлашкинчен пĕр склада кĕрсе кайрĕ, унтан, тухса, Михаляна тулли салтак кутамкки тыттарчĕ.
— Çав вырăнтан ан хускалăр. Мана кĕтĕр! — терĕ те вăл нӳр сывлăмлă урама тухса кайрĕ.
Михаля Парăхвиш çумне пырса ларчĕ, кутамккана шăлпа салтрĕ те тĕлĕнсех кайрĕ: кăмăртатса тăракан сухари те, лаша какайĕнчен тунă кăлпасси те пур.
— Эй, гази, гази! — чĕлхепе чаплаттарса илчĕ Парăхвиш, — тутарсем кун пек кăлпассине гази теççĕ. Эпĕ сансăр мĕнле киле пырса çитĕттĕм-ши, Михаля пичче? Таçта йăванса кайăттăм пулĕ. Эх, рехмет сире вырăс салтакĕпе иксĕре!
— Эпĕ, шăллăм, — калама пуçланăччĕ Михаля, анчах каллех леш салтак килсе тухрĕ.
— Юлташсем, кайма вăхăт. Лартсах яратăп ĕнтĕ сире! — терĕ вăл, Парăхвише туйисене тыттарса.
Халăх ларма пуçличченех салтак вĕсене урăх алăкпа ертсе тухса вакуна леçсе хăварчĕ.
— Акă сире иксĕре икĕ сак, хăпарса выртăр та тĕлĕк тĕлленĕр, чипер çитĕр, — иккĕшне те алă пачĕ, чупнă пекех хăвăрт васкаса тухса кайрĕ.
Михаляпа Парăхвиш тĕнчере ырă çынсем пурри çинчен калаçса ларнă чух поезд тапранчĕ, вакун кустăрмисем такăртатнă май, вĕсем иртнисене аса илме пуçларĕç.
— Эпĕ Вăхăтлăх правительство çарĕнчен тарнă çын, эсĕ кулак Варлам мăшкăлне тӳсеймесĕр мăкаçей кĕлетĕнчен тарнă çын. Пурăнтăмăр-çке çав Пакăш вăрманĕнче, тискер кайăк пек.
— Ăçта-ши пирĕн Алтаккин, çав Тилли Куçмине кăлтăрин-пăлтăрин кăтартайрĕ-ши? — кулса ячĕ Михаля.
— Эпĕ Хĕрлĕ гвардие кайнă чух вăл вырăс салинчех юлчĕ.
— Лисук ăçта-ши?
— Лисук Хĕрлĕ гвардие кайнă тенине илтнĕччĕ.
— Ха, эсĕ ăна! Харсăр чунлă! — тĕлĕнчĕ Михаля.
— Вырăс салинчен ăçта кайрăн эсĕ, Михаля пичче? — ыйтрĕ Парăхвиш, ыратакан урине сак çине майлаштарса.
— Нумай çӳрерĕм, нумай шухăшларăм, тĕрлĕ çынсене куртăм. Ăса кĕтĕм, шăллăм, пурнăç тĕшшине ăнлантăм.
— Каласа кăтартсам йĕркипе, — пĕвĕпе малалла туртăнсах ыйтрĕ Парăхвиш.
— Каласа пама вăрăм...
— Хамăрăн çул кĕске-им? Пайтах каймалăх пур, — терĕ Парăхвиш.
— Калас сăмахăм вунă талăк каймалăх та çитет.
— Михаля пичче, — ерипен, темрен шикленнĕ пек, пашăлтатса калама пуçларĕ Парăхвиш, — станцăра эсĕ пиншаклă çынна партбилет пурри çннчен каларăн, е ахаль кăна мухтантăн-и?
— Вăл документпа мухтанмаççĕ, — татсах хучĕ Михаля.
Сăмах-юмах нумай пулчĕ, çул вăрăма тăсăлчĕ, тăваттăмĕш талăк вĕçĕнче вĕсем пĕр пĕчĕк станцие анса юлчĕç. Юлашки вакун хыçĕнчи хĕрлĕ çутăсем курăнми пулсан, сасартăк питĕ тĕттĕм пулса кайрĕ; пĕр пĕчĕк станци тавра пуш-пушă хир.
— Станцинче çĕр каçăпăр та ыран ирпе утăпăр, — терĕ Парăхвиш.
— Эсĕ утаймăн çав, сан кĕрсе çĕр каçмаллах, эсĕ юл, эпĕ юлаймăп, каятăпах...
— Пĕрле кайăпăр, ирех сиксе тăрăпăр, — Парăхвиш Михаляна йăлăнсах каларĕ, тилмĕрчĕ.
— Çук, ачам, урасем утасшăн кăтăкланса тăраççĕ. Киле пырса ӳкесшĕн чун çунать. Арăмпа ывăл ачана курасчĕ!
Михаля тĕттĕм çĕрле пĕр-пĕчченех ăнтăлса, хыçалтан темле вăй тĕртсе пынă пекех хавасланса утрĕ. Шухăш хыççăн шухăш килсе пычĕ. Юр ура айĕнче кăчăртатать пулин те, аялтан мăнтăр çĕр шăрши тухса тăрать, сăмса шăтăкĕсене кăтăклать. Хир пушă, çул хĕрринче пĕр йывăç та курăнмасть, анчах таçтан çичĕ-сакăр çухрăмри Атăл хĕрринчен çил вĕрсе килет, вăл тин çуракан хăва кăчкисен шăршипе тулнă. Михаля мăкаçей кĕлетĕнчен тухса тарнă хыççăн пысăк хуласенче пулчĕ, илемлĕ йывăç пахчаллă ялсенче ĕçлерĕ, тĕнче епле хитре те сарлака иккенне тăраниччен курчĕ, анчах çуралнă ялĕ, вăл тирĕс шăршиллĕ пулсан та, хăй патне туртать-туртатех; пĕр самант та асран тухмасть. Хура курак кукăр йăмра тăрринче йăва тăвать, тет, шăтăк-шатăк пулсан та — хамăн! — тесе мухтанать, тет. Михаля хăйĕн пӳртне пĕлет, кивĕ те вăл, сивĕ те, анчах хăйĕн, çавăнпа çăтмах пек туйăнать.
«Манăн Хĕлип халĕ хытă çывăрать ĕнтĕ, — шухăшласа пырать Михаля. — Вăл тутлă çывăрнă чухне икĕ аллипе хĕреслет те çăмха пек выртать. Ашшĕне курсан, мĕн калĕ-ши? Госпитальте чухнех ун валли кулач татăкки хатĕрлесе хунăччĕ. Çак кучченеçĕм хытса кайсан та ачама савăнтарĕ. Арăм валли пĕр тутăр та илеймерĕм. Хам пуç сывă юлни те — телей!»
«Михаля килнĕ тесе ял шавлĕ ĕнтĕ, — хăй тĕллĕн калаçса пырать вăл. — Варлам пуяна унăн анкартинчех персе вĕлерчĕ, çапах та хăй çуралнă ялнех таврăнчĕ, хăраса тăмарĕ, — тесе калаçĕç. Варлама тĕрĕс кăнтса пăрахрăм эпĕ, — Йĕлмекассине савăнтартăм...»
Михалян чĕри кăрт-карт тапса илчĕ, вăл пăч-тĕттĕмре хăй Йĕлмекассине пырса çитрĕ. Шăп ларать ял, масар пек шăп. Уй хапхинчен кĕнĕ чухне Михаля чунĕ темшĕн сӳ-ӳ! турĕ, чĕрене сасартăк сивĕ пăчăртаса илчĕ. Михаля тĕксĕм ял урамĕпе чупнă пек пычĕ, хăйсен тĕлне çитрĕ. Тул çутăлас умĕн тĕттĕмленнĕ сывлăшра вăл хăйсен хапхине курмарĕ. «Арăм вутлăх çунтарса пĕтернĕ пуль», — тесе шухăшларĕ те кил картине кĕчĕ. Татах пӳрчĕ курăнмасть. Çĕр хуралма пуçланă, çавăнпа пӳрте уйăрса илме çук пуль тесе, вăл пĕшкĕнчĕ. Пӳрт вырăнче пушă хура пĕлĕт çеç курăнчĕ, пĕлĕтре пĕр-пĕччен пĕр çутă çăлтăр йăлтăртатать.
Михаля пĕр утăм турĕ, тем çине такăнчĕ: «Мĕскер купаласа хунă кунта?» — мăкăртатса илчĕ вăл хăй тĕллĕн, тытса пăхас тесе тепĕр хут пĕшкĕнчĕ. Ун алли айне кăмрăкланнă пĕрене лекрĕ. Аллине куç патне илсе пычĕ — ал тупанĕ хуп-хура.
«Апла иккен...» Çунса кăмрăкланнă пӳрт пĕренисем умĕнче карланкăра капланса ларнă сывлăша çавăрса яраймасăр тахçанччен пăхса тăчĕ вăрçăран килнĕ салтак.
Тĕттĕм пĕлĕт хушшинче пĕр çăлтăр тăлăххăн нумайччен йăлтăртатса тăчĕ, тул çутăлас умĕн кăвакарма пуçланă тӳпере çăлтăрсем пинĕ-пинĕпе палăрса тухрĕç. Тул çутăлса килет.
8
Ӳркенмен çыннăн урине канăç çук. Иркка пĕрре «Нарспи» вуласа пачĕ те, ăна хурал пӳртне каçсерен, вăл шкултан таврăнса качакине картана хупсанах, сăхман аркинчен те, çаннинчен те сĕтĕрсе хурал пӳртне илсе каяççĕ. Вăл Силпири Михетерпе Хушăлкари Тăхтаман пуянсем çинчен темиçе хут та вуларĕ. Ăна ывăннипе тутлă ыйхă килнĕ чух хурал пӳртĕнчех сак çинче ик-виçĕ каç та çывăрма тӳрĕ килчĕ. Халĕ хурал пӳртĕнче каçсерен йӳçĕ чĕлĕмсемпе пӳрне пек пысăк пĕтĕрнĕ чикарккăсен тĕтĕмĕ мăкăрланмасть, юрлани те, ташлани те илтĕнсе тăрать. Хĕрсем кăна мар, хĕрарăмсем те улаха пуçтарăнаççĕ.
Ĕлĕкрех хĕрупраçсем улах ларма пĕр-пĕр тăлăх пӳрт тупатчĕç, ун пек тăватă кĕтеслĕ телей тупăнмасан, шапаллă мунчана та тиркеместчĕç, ашшĕ-амăшĕнчен вăрттăн саклатчин туса сыпкăмшар краççын илсе пыратчĕç. Паççипе унăн хăюллă тантăшĕсем килтисем сисесрен çуршар çăвар краççын сыпса улаха кайни те пулнă, çул çинче хаклă япалана пĕрĕхсе кăларман.
Халĕ ĕнтĕ краççынпа çăварĕсене шăршлантармаççĕ, автансем виçĕ хут шăри-шари авăтичченех ял Совет краççынне çунтарса лараççĕ.
Паян хурал пӳртне уяв çитнĕ пек туйăнать. Мачча аял пĕлĕт пек, ун çумне пысăк лампа çакнă. Алăк патĕнчи сак çинче Тихха арăмĕ кил хуçи пекех ларать, аллине шĕшлĕ тытнă та эхлетсех пушăт шăйăрать. Хĕрарăм çăпата туни, калăр-ха эсир, инкек-и, савăнăç-и? Пурнăç пурне те пĕр тикĕс килмест: пĕрне хăйма çитерет, теприне мăян çăкри те тыттармасть. Тихха арăмĕ мĕн пĕчĕкрен мар, качча кайсан, шĕшлĕпе калăп ăсталăхне вĕреннĕ, тарçăра çӳрекен упăшкине хăй çăпата туса сыртарнă. Карпи инке пĕр-пĕччен, мĕнле сехмет вара ăна çап-çутă улахра пушăт шăйăрттарать?
— Хĕр-Ваçка ачисем тăваттăшĕ те сухал кăларнă çĕтĕк çăпатасемпе сивĕ сĕлтĕшлĕ юр çинче çӳреççĕ, — каласа парать вăл улахри халăха. — Хĕр-Ваçкан хăйĕн ерçӳ çук. Тăлăх ачасене вĕр-çĕнĕ çăпата сыртарас!
Тихха арăмĕ хăй калаçать, шăйăрнă пушăчĕсене сак çине йĕркипе хурса пырать.
— Хĕр-Ваçка ачисене пăхса пурăннăшăн, Чинук йăмăкăм, сана пысăк тав, — тет вăл.
— Вĕсем мана хăйсем те пулăшаççĕ, — тет тĕпелте Чинук, — вĕсем валли Вирукпа иксĕмĕр те чăлхасем çыхатпăр-ха.
Чăнах та, Вирук амăшĕпе юнашар ларать, пысăк телей кĕпи çыхнă пекех тăрăшса аллисенче йĕпписене вылятать. Хăй илемне кăтартма хăранă пек, вăл пуç çĕклемест, икĕ тачка çивĕт тунине кăкăрĕ умне янă.
Турахупсенчен кăчăрт-кăчăрт сӳс туртни илтĕнсех тăрать, тулса çитнĕ йĕкесем те, тулманнисем те урай тăрăх кăлтăртатса чупса çӳреççĕ. Сӳс арласа çип пĕтĕрнĕ чухне çăвар типсе çитет, çăвара йĕпетес тесен, калаçни те, хушăран юрлани те кирлĕ. Нумайăш ĕнтĕ хăйсен юррисемпе такмакĕсене шăрантарса пачĕç, шăппăн ларнисем шутĕнче юрă ăсти Варкки тăрса юлчĕ. Вăл халăх хушшинче çăвартан çăвара çӳресе якалса çитнĕ юрăсене юрламасть, кив юрăсене хăй пĕлнĕ пек çĕнетет, хăй те шухăшласа кăларать. Вăл нумаях пулмасть Çĕрпӳ енчи Кĕрентекасси ялĕнче хăйĕн тăванĕсем патĕнче икĕ эрне лармара пулнă, улахсенче çӳренĕ, унти юрăсене астуса Йĕлмекассине илсе килнĕ. Хĕрсемпе инкесем ăна темиçе хут та юрласа пама йăлăннă пекех ыйтрĕç, Варкки юрăсене чипер аса илес тесе, пăшăлтатса, тутисене мăкăль-мăкăль сиктеркелесе ларчĕ.
— Ара, Варкки, турă пек ан пул ĕнтĕ, ан йăлăнтар, — терĕ унпа юнашарах ларакан Паççи, ун йĕкине ярса тытрĕ. — Юрламасан, сана кĕнчеле арлама памастăп.
— Юрă çăкăр мар, — терĕ Варкки, — сире кĕлĕмçĕ вырăнне хумăп, йăлăнтармăп. Эпĕ Шетима шывĕ хĕрринче Кĕрентекассинче Чĕкеç ятлă хĕр юрланине илтрĕм. Унăн ашшĕ вăрçăра вилнĕ, амăшĕ хуйхă-суйхăпа чирлесе çĕре кĕнĕ, хĕр тăр-тăлăха тăрса юлнă. Чĕкеç юрланă чух хытă чĕреллĕ çынсен те куçран куççуль сăрхăнса тухать, чун тӳссе тăраймасть. Кĕрентекассинче унăн юррине пур çын та пĕлет, «Якур Чĕкеçĕ юрри» теççĕ.
Варкки сывлăш пуçтарса вăрăммăн сывларĕ те юрласа ячĕ:
Çеçен хирĕн варринче
Хура вăрман курăнать.
Хура вăрман тăрринче
Хура пĕлĕт явăнать.
Хура вăрман варринче
Çап-çут кӳлĕ выртать.
Хура вăрман — манăн кил,
Çап-çут кӳлĕ — ман куççуль.
Тăванăмсем-тăвансем,
Пырса курăр ман пата,
Хăна пулăр виçĕ кун
Сĕм-сĕм хура вăрманта.
Сире пыма хурлăхпа
Сарса тухнă хура çул.
Сире ĕçме виçĕ кун
Çитĕ манăн тăр куççуль.
— Юрру ытла хурлăхлă, — терĕ Чинук. — Эпир, ватăрах çынсем, хуйхă пирки- калаçатпăр, эсир те, çамрăксем, ваттисем хыççăн пыратăр.
— Хаваслă юрăсем çуркунне, çĕмĕрт çеçке çурсан, янăрĕç, — Паççи хăй тин тытнă йĕрĕлчеллĕ çĕнĕ йĕкине аллипе çупса кустарса ячĕ.
— Манăн, — терĕ Чинук, — çĕмĕрт çеçке çуриччен кĕтесех килмест. Халех юрлас килет.
— Юрла-ха эппин, — Паççи Чинук çине кулса пăхса илчĕ.
— Сассăм пулмасан та, юрлас кăмăлăм пур, — Чинук çамрăк хĕр пек юрласа ячĕ:
Хура тул чечекĕ пек
Шурă-шурă кĕпепе
Кайрăм эпĕ улăхса
Картлашкаллă ту çине.
Манăн пуçăм тăрринче
Ăмăрткайăк явăнать;
Йĕри-тавра аякра
Кăвакарса хир выртать.
Вăштăр-вăштăр çил вĕрет,
Тырă уйĕ хумханать.
Тусан вĕçет, çар килет,
Хĕрлĕ ялав варкăшать.
Малта пырать ман савни
Улма чăпар лашапа.
Хĕрлĕ ялав — ун çинче,
Çутă хĕçĕ — çумĕнче.
Чинук хăй юррине те юрласа пĕтерчĕ, те пĕтереймерĕ, алăк яри уçăлса кайрĕ те, Люшша хăйпе пĕрле сивĕ сывлăш илсе кĕчĕ, лампа чĕлхи пĕр вăрăмланса, пĕр кĕскелсе мăчлатрĕ.
— Кĕтетĕр-и, кĕтместĕр-и? — Люшша пурин çине те кулса мар, кăррăн пăхса илчĕ, куçĕсем сăмсине çыхнă шурă тутăр урлă сикес пекех хаяррăн ялкăшаççĕ. Ăна никам та чĕнекен пулмарĕ. Вăл темрен — те кушак, те арлан тирĕнчен çĕлетнĕ çухаллă хура пальто тăхăннă, хулпуççи урлă кивелсе пĕтнĕ хуткупăс çакнă. Люшша мĕнле çын иккенне пĕлсе çитме йывăр — те ӳсĕр вăл, те урă. Халĕ те вăл, яланхи пекех, тайкаланса утать, ӳсĕркелет, пирусне çăвар кĕтессине хыпнă, кашкăр тирĕнчен çĕлетнĕ çăмламас çĕлĕкне хăяккăн лартнă.
— Апла эсир, хурал пӳрт майрисем, манпа калаçасшăн мар, хăвăра пĕлĕт çинчи турă хĕрĕсем пек, ангелсем пекех тыткалатăр, — терĕ вăл, хуткупăс пĕрмисене турткаласа илчĕ те ватă кăвакал аçи пекех нартлаттарчĕ, пирусне аллине илчĕ, çӳлелле вăркăтрĕ. Пирус тĕпĕ мачча çумне çыпçăнса тăчĕ, Люшша хăй урайне лач! сурчĕ те хуткупăсне пĕр кĕвве кĕртмесĕр кăшкăртса ячĕ:
Город большой,
Хулиганов много.
Русска барышня идет, —
Дай ему дорога!
— Эсир пиçсе çитмен тинкĕле çисе килтĕр-и, чĕлхĕр çăвар маччине çыпăçнă-и? Эпĕ сире калаçма çеç мар, çухăртма та пĕлĕп.
— Эсĕ, пуян ăçтиçукĕ, ĕлĕкхи саккунпа пире мăшкăлласшăн-и? — Паççи сиксе тăчĕ. — Пирĕн кунта сана ăс вĕрентме турчăка пур. Пар-ха, Карпи инке!
— Кăмака хыçĕнче, — терĕ Тихха арăмĕ, вăл чăнах та кăмака хыçне кĕрсе кайрĕ те турчăка илсе тухрĕ: — Ме, Паççи! — терĕ.
Люшша ку самант урса кайрĕ, Тихха арăмĕн аллинчен турчăкана туртса илме тăчĕ, анчах Паççи пĕрре сиксех пычĕ те турчăкана чăмăртаса тытрĕ.
— Эсĕ пирĕн çăкăра çисе пурăннине мантăн-н? — терĕ хаяррăн Люшша Тихха арăмне. — Эсĕ, çĕтĕк-çатăк лăстанкă, Карпи пултăн-и, сан валли ят та тупăнчĕ-и? Ха-ха! — кулса ячĕ Люшша.
— Çурăмун шăммисене суйлăпăр куншăн! — Паççи турчăкапа хăмсарчĕ.
Пурте ахăрса кулса ярсан, Люшша кӳрентерес шутпа чакса-чакса пычĕ, хуткупăсне йăтса илчĕ, ăна хулпуççинчен çаклатса кĕвĕлеме хăтланса турткаларĕ те çăварне чалăштарса такмакларĕ:
Тиххан кив сăмаварне
Кушак выртса лапчăтнă.
Йĕлмекассийĕн хĕрĕсене
Ют каччăсем лапчăтнă.
— Йĕрĕнчĕк этемĕн мăшкăлне тӳссе тăратпăр-и? — сиксе тăчĕ Варкки. — Пĕççи-каççинчен тытар та урама кăларса вăркăтар! Çапла-и, этсемĕрри?
— Çапла! — кăшкăрчĕç çирĕм-çирĕм пилĕк хĕрарăм.
Хĕрсемпе хĕрарăмсем пĕр харăсах сиксе тăчĕç, такам Люшшана уринчен тапса урайне ӳкерчĕ. Вĕсем ăна урисенчен те, аллисенчен те ярса тытрĕç:
— Шăрши те ан пултăр кунта!
— Çĕтĕк йĕмсем! — урайĕнче тапаланса çухăрчĕ Люшша.
— Е-е, эсĕ çаплах чарăнмастăн-и?
— Урама сулласа ывăтса кăларас ăна!
Пуçланчĕ тĕркĕшӳ-çухрашу. Люшшана ури-аллинчен тытса сĕтĕреççĕ, кулаççĕ; Люшша тапаланать, усал сăмахсем каласа тулашать. Ку тĕркĕшӳ-çухрашу урам урлă та илтĕнсе тăрать.
Çав вăхăтра тул çутăличчен хурал пӳртĕнче çĕр каçас тесе, хурал пӳрт кантăкĕ патнелле ерипен Михаля утса пыратчĕ. Çухрашнине илтрĕ те тăпах чарăнчĕ. Хурал пӳртĕнче çын нумай иккен... Кăмăл хуçăлнă вăхăтра Михалян никампа та тĕл пулса сăмах хушас килмерĕ, вăл çаврăнчĕ те пуçне усса каллех хăйĕн çунса кайнă пӳрт вырăнĕ патнелле ерипен утрĕ. Ун ури айĕнче макăрнă пек юр кăчăртатса пычĕ.
9
Çӳхе пĕлĕтсем кăвакарма пуçларĕç, çăлтăрсем пĕрин хыççăн тепри ирхи çутăпа сӳнсе ларчĕç. Хăйĕн пӳрчĕ пулнă вырăнта пуçне усса тăрать аманнă салтак, тутине шăт тытнă. Аран-аран пĕр утăм турĕ, вара утса кайрĕ. Йывăр шухăш пуснипе тайкаланса утас мар тесе, вăл хăйне çирĕп тытса урам варрипе каякан çул çине тухрĕ. Чăтма çук йывăрлăха хăй çинчен çуса тасатасси килчĕ, питне çусанах иртсе каяс пек туйăнчĕ.
Михаля кĕрпеклĕ юр пĕр ывăç чăмăртаса илчĕ, питне ыраттарсах лутăркарĕ, шăрт пек сухалпа витĕннĕ пит-çăмартисене шинель аркипе шăлчĕ. Шăлма кирлех те марччĕ, мĕншĕн тесен ӳт-тирĕ сивĕ юр тивнипе те, чĕрене йывăр шухăш çунтарнипе те хĕрсе кайнă, хăех типетчĕ. Халь ĕнтĕ вăл хурал пӳртне кĕме шутларĕ. Ăна курсан, Тихха арăмĕ алăк патĕнчи сак çинчен сиксех анчĕ, Михаляна алă пачĕ.
— Аллу вутпуççи пек çунса тăрать. Чирлемерĕн-и?
— Чирлĕ пекех мар та. Аван-и, сывă-и?
— Ан кала та ĕнтĕ, — ахлатса илчĕ Тихха арăмĕ. — Ху вăрçăра терт курса çӳренĕ чух хура ăшчиклĕ тăшмансем тупăнчĕç. Ялти усал çынсем хĕтĕртнине пула ĕнтĕ, ахальтен мар хура пăлхав çыннисем Энтри Пасар ялĕнчен килсе тухрĕç те тӳрех сан пӳрте пырса тапăнчĕç, сан чипер арăмна, пӳртне те çунтарса ячĕç. Çĕр çăттăр вĕсене! — Тихха арăмĕ нăшлатса макăрса ячĕ.
— Мĕн тесе çунтарчĕç? — Михаля ура çинче аран тăчĕ, пĕтĕм ӳт-тирĕ пин йĕп пырса тăрăннă пек çунчĕ, куçĕсем хуралса кайрĕç.
— Камун çыннин арăмĕ тесе, пӳрте хупсах çунтарса янă, — терĕ Тихха арăмĕ. — Ют ял çыннисем эсĕ камун иккенне ăçтан пĕлччĕр, хамăр ялтисем кăтартнă ĕнтĕ.Ула курак ула курака сăхмасть, çын çынна çиет, шăлĕпе çыртсах çиет. Ялта темле сăмах та хăлхаран хăлхана çӳрет, хăй куçĕпе курни те чăннипе калама хăрать.
Тихха арăмĕ пĕр самант хăй тĕллĕн пекех калаçма тытăнчĕ:
— Çĕнĕ пуян Çеркки те, çĕнĕ пуян Антун та пур! — тесе мăкăртатнă вăхăтра: — Эх, чĕлхем чараксăр-çке, — терĕ те шăпланчĕ.
— Çерккипе Антун яла хĕстереççĕ-им? — Михаля тĕпчесшĕн пулчĕ, Тихха арăмĕ умне пырса тăчĕ: — Эсĕ, инке, лар-ха, ялти хыпарсане каласа пар.
— Эх, ачам, эсĕ мана, анкă-минкĕ карчăка, ан итле-ха. Ăсăм манăн катăк, чĕлхем те пăру хӳри пек çăтăл-çăтăл. Пĕлнĕ-пĕлмен чĕлхепе пакăлтатрăм.
— Ман каяс-ха, эппин, — терĕ Михаля, сак çинчен хутаçне илчĕ.
— Эсĕ, ачам, ан кай-ха, — Тихха арăмĕ, хăй айăпа кĕнĕ пекех, хыпăнса ӳкрĕ. — Акă халех пӳрте çынсем килсе тулĕç, сана темле хыпар та пĕлтерĕç. Сан Хĕлипу кунта мар, Чишма ялăнче Крахьян йăмăку патĕнче. Хам кайса курман, çынсем ачу питĕ лайăх пурăнать теççĕ.
Хĕр-Ваçкапа Уçка пĕр вăхăтрах, пĕр-пĕринпе хытă калаçса пырса кĕчĕç те Михаля умĕнче шалт тĕлĕнсе тăчĕç.
— Эх, Михаля, — терĕ Хĕр-Ваçка, йывăç ури çинче сиккелесе илчĕ, юлташне пăчăртаса ыталарĕ. — Тĕнчере турă чăнах та пулнă пулсан, эпĕ ăна сана кĕтнĕ пек кĕтмĕттĕм.
— Турăран та пысăка тухрăм-и эпĕ? — Михаля типсе кайнă тутисемпе кулнă пек турĕ, анчах ун куçĕсем Ваçка çине халех йĕрсе ярас пек çунса тинкеррĕн пăхрĕç.
— Эпир иксĕмĕр курнă инкексене турă тӳсеймĕччĕ, эпир, ахаль мĕскĕн чăвашсем, тӳсрĕмĕр, хуçăлсах ӳкмерĕмĕр, — Хĕр-Ваçка каллех ăна ыталама тытăнчĕ те каялла чакрĕ. — Аманнă аллуна ыраттартăм пулас.
— Алă ыратĕ те самайланĕ, — Михаля аллине кăкăрĕ çумне тытрĕ, — Кунти çунса ан кайтăрччĕ.
— Çапла çав, Михаля тусăм, чĕрене кĕрсе юлнă сурана кăларса ывăтма çук. Эпир иксĕмĕр те урçана тăрса юлтăмăр.
Михаляпа вĕсем нумайччен кăлаçса ларчĕç. Михалй, хăй пĕлтĕр кĕркунне Варлама вĕлерейменни çинчеи пĕлсен, питĕ тĕлĕнчĕ:
— Йĕлмекасси кулакĕ ытла çирĕп иккен, пăшалпа персен те чĕрĕлсе тăрать-мĕн, — Михаля шăл çыртсах шухăшларĕ, малашне хаяр çапăçу пуласса сиссе илчĕ.
— Эсĕ, салтак тусăм, — терĕ ăна Василий, — тĕреклĕ пул, хăвна тимĕр пек тыт!
— Тимĕр тутăхать, Ваçка тусăм, — Михаля йăл кулса илчĕ, хăйĕн хуйхи-суйхине кăштах та пулин сирсе яма тăрăшрĕ.
— Эпир, салтак тусăм, тутăхса каймăпăр, ма тесен хамăра куççульпе çуса тасатнă, пуçра пĕр хура шухăш та тăратса хăварман.
Йĕри-тавра ырă çынсем сывланă чухне пăр мар, чĕре çумне хытса ларнă хуйхă та ирĕлет. Халăх пухăнсах пычĕ, Михаля килни çинчен илтнĕ çын хурал пӳрчĕ умĕнчен иртсе каймарĕ. Пурин те вăрçа хăй куçĕпе курнă çын сăмахне итлесси килчĕ.
— Кайран татах калаçăпăр, — терĕ Михаля. — Ывăлăма кайса курам-ха, тата пĕр кун та пулин хама канăç парам, йăмăк патне кайса килес.
Темле те ырă сунса калаçакан çынсем пулчĕç. Михаля хутаçне çурăм хыçне çакрĕ, каллех тăван кил-çурчĕ умне уттарчĕ, ун кĕлне пулин те шăршлас, чунне тепĕр хут ыраттарас килчĕ.
Михаля сукмак шыраса тăмарĕ, урам урлă юр ашса каçса кайрĕ. Хăй çуралса ӳснĕ çурчĕ вырăнĕнче вăл пурнăç пуррине кăтартакан пĕр паллă та курмарĕ; унта-кунта юпасем çеç каçăрăлса лараççĕ. Вĕрлĕк хапха, кил карти тавра тытнă шĕтĕрнекпе çатан та тăрса юлман — пурне те темле çынсем вут хутма çĕмĕрсе илсе кайнă.
— Вăрлакана халĕ çилленме те çук, — шухăшларĕ вăл. — Инкек курнă çыннăн çатанне сĕтĕрсе те пулин ăшăнас, яшка пĕçерес пулать.
Карта та ăна вилнĕ ĕне аяк пĕрчисен шăммисене кăтартса выртнă пек курăнчĕ, юпасемпе каштасем çап-çара тăрса юлнă, улăмне сӳсе илсе кайнă. Михаля хăйĕн кӳршисен картисем çине пăхса илчĕ, — нумайăшĕн улăмĕ çук, выльăх-чĕрлĕхе çитерме антарса пĕтернĕ.
Хăйĕн пӳрчĕ вырăнне утса çитиччен Михалян пуçĕнче çитмĕл çичĕ шухăш та хуранта вĕрекен шыв пек явăнса илчĕ, пĕтĕм ӳт-тирне пĕçерсе иртрĕ. Çурхи вичкĕн çилсем юра çисе пынăçем юр айĕнчен çунса пĕтмен кăмрăклă пĕренесем темле вăй вĕсене аялтан тĕртнĕ пек тухса выртнă.
— Эсир, пĕрене тусăмсем, — сасăпах калаçрĕ Михаля, — мана, хăвăрăн хуçăра, тĕтĕм шăршипе кĕтсе илтĕр иккен. Эпĕ сире Атăл леш енчи вăрманта хам каснăччĕ,хамах ешĕл туратăрсене иртнĕччĕ, пурине те хам тунăччĕ. Çапла сире, йывăç тусăмсем, ӳссе ларнă чухнех касса ӳкертĕм, вĕлертĕм те хам кил-йышăм валли пӳртлартрăм. Кулаксем мана ураран ӳкересшĕн пулчĕç, арăма çунтарса ячĕç, нимĕçсем мана амантрĕç, çапах вĕлереймерĕç.
Михаля хăйне хăй калаçса ишĕлсе пĕтеймен кăмака тавра утса çӳрерĕ, кăмрăк витнĕ юра урисемпе чакаласа пăхрĕ те, аттин сăмси темле хытă япалана пырса тĕртĕнчĕ. Вăл пăрланнă юра ура кĕллипе те, кирпĕч таткипе те çапса салатрĕ, çунса пĕтеймен кĕске авăрлă пуртă сиксе тухрĕ.
— Пуртă тупакан — пурлăхлă. Çапла каланă ваттисем, — терĕ Михаля, чунне пысăк шанчăк пырса кĕнĕ пек сасартăк савăнчĕ, пуртта çĕклесе илчĕ, темиçе хутчен çавăрса пăхрĕ.
— Эх, пурттăм, атте пиллесе хăварнă пурттăм, эсĕ хамăн аллăмра чухне хам валли те, ырă çынсем валли те пурасем пурăп, пӳртсем лартăп, — калаçса тăчĕ Михаля, вутра хĕрсе кăвак сăн илнĕ пурттине хул хушшине хĕстерчĕ, хапха юписем хушшинчен тухнă чухне пӳрт вырăнĕ енне пăхса илчĕ. Юр ирĕлнĕçем тӳшек те тухса выртнă иккен. Çурхи хăнасем — хура кураксем — тӳшек çине тăваттăн-пиллĕкĕн килсе ларчĕç, пăрланса хытнă тĕксене тăпăлтарнă чух пысăк телей тупса хĕпĕртенĕ пек пĕр-пĕринпе карр та карр калаçса илчĕç, йăмралăх çинче шавлакан хăйсен тусĕсене те йыхăрчĕç.
— Эсир чĕпсем кăларасшăн иккен, манăн арăм тӳшекĕнчен çемçе йăва тăвасшăн. Тăвăрах, савăнăрах! Манăн ӳссе çитмен чĕппĕм, Хĕлип ятлă ывăлăм, пур. Унта каям-ха, — терĕ Михаля, çĕлĕкне хывса, пӳрт вырăнĕ еннелле сулчĕ те сукмаксăр-йĕрсĕрех утрĕ, урам варрине тухрĕ.
Вăл Варлам çурчĕ умĕнчен иртнĕ чухне пысăк чӳречерен пĕр мĕлке курăнатчĕ, анчах вăл хăвăртах пăрăнса кайрĕ те, чаршав туртса, чаршав анлăшне пĕтĕмпе хупларĕ.
— Пĕр кун кăна канса вăй илем-ха... эсĕ, ватă кашкăр, вилмен иккен. Ху сывах пулсан та, санăн саману вилсех пырать. — Шухăшларĕ Михаля, Варлам пӳрчĕ тăрринче пĕр ушкăн кăвакарчăн кăваклатса чупкаланине курчĕ, çерçисем килкартинче шавланине илтрĕ.
Кăвакарчăн ытти çурт-йĕрсем тăрринче вĕçмест, мĕншĕн тесен унта кил картисенче пĕр тулă пĕрчи те тăкăнмасть, йăва тума та улăмпа хулăн витнĕ ăшă аслăксем çук. Хырăмĕ пĕчĕкçĕ пулсан та, чим-чим çерçи тăранма Варлам кил картине кĕрет, вăл халĕ, тăман тухасса сиссе, хăй улăм хушшине тарса пытанма васкаса шавлать.
Михаля Чишма ялне каякан ансăр çул çине тухнăччĕ çеç, вăштăр-вăштăр çил вĕрсе илчĕ, юр айĕнче карăнса сывлакан тăпра шăршиллĕ çара сывлăша шĕветсе ячĕ. Ку тапхăрта çĕрле чипер çывăрайман салтака сывлама та çăмăл пулчĕ, утма та урисене вăй тапса кĕчĕ. Çил ун кăкăрне хирĕç вĕрсе ачашласа пычĕ, анчах Варлам кил картинчи чее çерçисем ахаль шавламанни тĕрĕслĕхе тухсах пычĕ. Çил сивĕнсе хаяррăн вĕрме тытăнчĕ, мал енчи пĕрерĕн-пĕрерĕн çакăнса тăракан пĕлĕтсем пĕрне-пĕри аллисене тăсса паллашрĕç те пĕр пысăк хура пĕлĕт пулса тăчĕç, кай еннелле — хĕвеланăç еннелле шума тытăнчĕç. Михаля мĕн пĕчĕкренех çерçисем тăман хыпарне пĕлтернине пĕлнĕ, хăй çуралнă çĕршывĕнче те, вăрçă-харçă хирĕсенче çил-тăман ӳхĕрнине нумай курса тӳснĕ, нихçан та хăраса ӳкмен. Леш хура пĕлĕт явăнса та, пăтранса та унăн пуç тăррине пырса çитнĕ-çитменех, пăрпа хутăш типĕ юр çума тытăнчĕ, çĕр çумĕпе вĕрекен çил çул хĕрринчи хăва тĕмĕсене, пĕлтĕрхи хуралса кайнă хăмăлсене силлерĕ-силлерĕ те урăм-сурăм урса кайрĕ, Михаляна çĕклесе çапас пек кăкăрне пыра-пыра çапăнчĕ, шинель аркисене татса-çурса пăрахас пек турткаларĕ. Пăрпа юр çуни çурхи çанталăк кăмăлне кайса çитмерĕ, нумаях пулмасть юр айĕнчен тухнă, çиелтен пăртакçă типме ĕлкĕрнĕ сăрт-тӳпесенчен хура тăпра варкăшса çĕкленчĕ, пĕтĕм тавралăха кĕрхи çĕрлехи пек сĕм-тĕксĕм туса хучĕ. Михаля çиле хирĕç çурăмпа та хăяккăн тăрса утрĕ, лара-лара канса та пăхрĕ, аманнă хыççăн чакнă вăй хăрушă тăманра таврăнса килмерĕ. Йĕлмекассинчен Чишма ялне ĕлĕк вăл чи шартлама сивĕ кунсенче те хăй пӳртĕнчен илсе тухнă ăшши сивĕнсе кайиччен пырса çитекенччĕ, çиле ури хушшинчен ирттерсе пыратчĕ, хăй кайăк пекех вĕçетчĕ. Халĕ ăна хура тăпраллă тăман йăкăлт-якăлт тутарать, хăлха çуначĕсене татса пăрахас пек шăхăрать. Сасартăк Йĕлмекасси енчен шăнкăравсем янрани илтĕнсе кайрĕ.
— Кам хальхи саманара шăнкăрав çакса çӳретĕр: вулăс начальникĕ-и, апăрша-и? — тесе шухăшларĕ Михаля. — Тăман витленине итлесе аташса каяс марччĕ.
Шăнкăрав сасси çывăхарсах пычĕ, лашасем тапăртатса чупни те илтĕнчĕ. Михаля çул хĕррине пăрăнса тăчĕ, хура тăманра тата хурарах курăнса килекен мĕлкесем хăй патне пырса çитес чухне икĕ пӳрнине çăварне чикрĕ те шĕвик-шĕвик шăхăрса ячĕ. Тăрр! — тесе этем кăшкăрни илтĕнчĕ, лашасем хартлатса чарăнчĕç.
— Кам унта? — пыр тĕпĕпе ыйтрĕ этем.
— Хамăрăн, хамăрăн ара! — терĕ Михаля, хăй лашасем енне утрĕ.
— Мĕн хамăрăнни? Кам?
— Арçури мар, — Михаля темле паллакан çын сассине сиссе илчĕ. — Йĕлмекассисем. Питех пĕлессӳ килсен, Ямшăк Михали.
— Кил те лар, Михаля тусăм! — Этем лав çинчен сиксе анчĕ, ун патне чупсах пырса тăчĕ. — Эпĕ, Улангин, сана инкекрен çăлас пекех çула тухнă иккен.
Михаля çуна çине ларчĕ, урисене кĕççепе витрĕ. Улангин тилхепине туртма çеç ĕлкĕрнĕччĕ, мăшăр лаша тапса сикрĕ, шăнкăравĕсем пĕкĕ çине пин кайăк ларнă пек юрласа та ячĕç.
— Ара эсĕ, Кевриш, ытла пысăк çын пулса кайнă-им, тавралăха тĕлĕнтересшĕн-им? — терĕ Михаля.
— Мĕншĕн?
— Мĕншĕнни паллă ĕнтĕ. Шăнкăравпа ямшăкла çӳретĕн.
— Эпĕ халĕ вулăсра çар комиссарĕ, хама кура начальник ĕнтĕ, — кулкаласа калаçрĕ Улангин. — Эпĕ никама та тĕлĕнтересшĕн мар, шăнкăрав сассине юратсах каймастăп, çапах та хамăр вулăсри сывлăша янратма тивет. Лашасем ĕлĕк вулăс ямшăкĕнче пулнă, шăнкăрав сассине хăнăхса çитнĕ. Вĕсем иккĕшĕ те пĕкке шăнкăрав çакмасан юртма мар, утасшăн та мар. Шăнкăрав çакса тăвăл пек çӳренĕ хыççăн улăмне те çиеççĕ, шăнкăрав çакмасăр аран-аран утнă хыççăн сĕлле те тиркеççĕ, шереметсем!..
Улангин лашасем çинчен каласа та пĕтерменччĕ, çунатсăр çил арманĕ курăнса кайрĕ — çуначĕсене çил-тăман çĕклесе çапнă пулас. Улангинпа Михаля арман çине пăхса илчĕç, çуначĕсем пирки те калаçатчĕç пулĕ, мăшăр лаша ял урамне вирхĕнсе кĕчĕ те аслă урама пăрăнса каяс чухне тăпах чарăнчĕ. Чишма ялĕнче чи сăртра ларакан тирек ĕлĕкренех уяр кунсенче çичĕ-сакăр çухрăмран курăнатчĕ. Ун пирки тавралăхра темле юмах-сăмах та çӳретчĕ: Пăкачав чухнех лартнă, — тенипе сăмах пĕтетчĕ. Паян хура тăвăл ăна тĕпĕнчен шартах хуçса йăвантарнă иккен. Тăвăл иртсе кайнă-кайманах халăх кĕпĕрленсех тухнă, йывăç-улăп вилли патне пыма хăранă пек тĕлĕнсе пăхса тăрать, пĕççисене шарт çапакан мучисемпе карчăксем те, мăй пăрса калаçакан ватăраххисем те, нимле пысăк хыпара та хăлхана чикмесĕр чупкалакан ачасем те пур. Сĕм ватă тирек ĕлĕкрех йăванса кайнă пулсан, халăх ун пирки йывăр шухăша каймĕччĕ, ялта хăйсене саккун кăвапи вырăнне хуракан куштан этемсем пĕрле пухăнĕччĕç, пĕр витре эрехлĕх сутĕччĕç те ярĕччĕç. Халăх халĕ самана йывăркилнĕ чух хăй ĕмĕрĕнчен тухнă йывăç йăваннинче те тĕшмĕшлĕ шухăш тупать, инкек-синкек сиксе тухасса кĕтсе сехрине хăпартать, пӳрт тăрринчен çăхан вĕçсе иртессинчен шикленсе килĕнче хăрăк шăмă усрать. Чăнах та, çăхансем кăранклатса вĕçнине илтсенех, ăсран тайăлман çын та урама сиксе тухать: «Пырне пултăр, хăямат!» — тесе кăшкăрать те çăхан енне хăрăк шăмă ывăтса ярать.
Халăх çар комиссарĕ енне çаврăнса пăхмарĕ, çаплах тирек таврашĕнче тăчĕ. Улангин лашисене пăрса иртсе каясшăн тилхепине туртнăччĕ, халăх хушшинчен пĕр хĕрарăм ыткăнса тухрĕ те çуна патне пырса тăчĕ.
— Ара, Михаля мар-и? — тесе кăшкăрса ячĕ вăл.
— Эпĕ çав, Крахьян йăмăкăм! — Михаля çуна çинчен сиксе анчĕ.
— Пичче-çке, пичче! — Крахьян Михаля умне пырса тăчĕ, ним тума та пĕлмерĕ, йĕрсе кăна ячĕ.
Йĕлмекасси таврашĕнчи чăвашсен пĕрне-пĕри вăрах вăхăтран курнă хыççăн ыталас, чуптăвас йăла çук, вĕсем тĕлпулу савăнăçлă пулсан та, макăрса яраççĕ. Чĕре тĕпĕнче вĕрекен туйăма юрăра çеç каласа пама пулать, анчах юрри вăрах тĕвеленет, пĕр тĕвеленет те ĕмĕрлĕхе юлать, суймасть, улталамасть, чĕрере мĕн пуррине кăна пĕлтерет.
— Хĕлип! — тесе Крахьян кăшкăрсан, мулкач тирĕнчен çĕленĕ çĕлĕклĕ ача таçтан çăмха пек кустăрăнса тухрĕ, Михаля çине кăнн пăхса илчĕ.
— Аçу килнĕ-çке! — Крахьян Хĕлипе чышса илчĕ.
— Хĕллехи Хĕлипĕм, çуллахи лĕпĕшĕм! — терĕ Михаля, пурттине хул хушшинчен ӳкерчĕ, Хĕлипе хăрах аллипе хĕстерсе çĕклесе илчĕ.
— Мĕншăн çак катăк пуртта çĕклесе çӳретĕн? — терĕ Крахьян, пуртта çĕклесе илсе пăхрĕ.
— Пуртă тупсан — пурлăх, йăмăкăм. Сывă юлнă пуçа ĕç кирлĕ, ĕç тума — пуртă.
Пĕр самантрах халăх Михаляпа Хĕлип тавра пухăнса çитме ĕлкĕрчĕ, ватăлса вилнĕ йывăçран мар, вилĕмрен вилмесĕр юлнă старик çине пăхса тĕлĕнчĕ.
— Ăсатсах ярам сана, Михаля тусăм! — терĕ Улангин, хартлатса тăракан икĕ лашине те тарăн юр аштарса аслă урама кăларчĕ, шăнкăравсене нихçанхинчен те хытăрах янратса юрттарчĕ, хăйĕн чи усал тăшманĕ Каюра пурăннă çурт умĕнче чарăнчĕ.
Лашасем пуç ухса тăчĕç, пĕкке силлерĕç, пукравра пиçсе çитнĕ панулмисем пек шултра йĕс шăнкăравсене янратрĕç.
10
Эхер, хăй хăнине пĕтĕм чунтан кĕтсе илнĕ пулсан, чăваш çынни чи малтанах мунча хутса ярать, пĕр мăшăр ешĕл хурăн милĕк мунча чулĕ çинче пĕçерсе хатĕрлет, сĕлтĕ шывĕ вĕретет. Крахьян хăйĕн тăван пиччĕшне нумайранпа кĕтнĕ, савăнăçлă кун ăнсăртран килсе тухрĕ, телей пӳрте кĕрсе тулчĕ. Улангинăн шăнкăравлă çуни иртсе кайсанах, Крахьян пĕр ывăç хăйă хул хушшине хĕстерчĕ те мунчана утса мар, чупсах кайрĕ, алхапăлах хутса ячĕ, шыв кӳчĕ, таса кĕпе-йĕм хатĕрлерĕ, пиччĕшĕпе юнашар ларса тем пекех калаçасси килсе чунĕ çунсан та, çăвар уçма вăхăт шырамарĕ.
Упăшки, Каюра Тимахви, сăнартан илемлĕ, чун енчен хура ăшчиклĕ çын, Хăвалăхри Улангина кăнтма кайсан, хăйне йытă туласа вĕлернĕ хыççăн икĕ ывăл ачи тăлăх-турата тăрса юлнă тени тĕрĕс мар. Вĕсем киревсĕр ашшĕнчен хăтăлнă, ăна ырăпа асăнма вĕсен çутă шухăш çук.
Михаля сĕтел хушшинче чей ĕçнĕ чухне сĕтел хушшинчех ларакан Хĕлип çине те, икĕ тĕреклĕ, йĕпхĕн хура çӳçлĕ ачасем çине те пăхса илет. Иккĕшĕ те Крахьян сăнарлă мар, пĕтĕмпех Каюра Тимахвине туртнă, анчах вĕсен, куçĕсем ашшĕнни пек çăра куç харши айĕнчен хаяррăн, шăши тытма хатĕрленекен кушак пек пăхмаççĕ, йăваш. Вĕсем Михаляпа именерех калаçнă чухне виçĕ-тăватă сăмах каламассеренех кукка тесе савăнтараççĕ. Михаля вăйлă тăманлă çул çинчен ăшĕ пиçнĕ хыççăн тикĕт пек хура та çăра чее ĕçет те шухăша каять. «Нимле çын та çутă тĕнчене усал чунлă килмест иккен, — тет вăл хăй ăшĕнче. — Çураласса вăл çарапакка çуралать, пур ачан та урисем пĕр пекех, атăпа çӳрĕ-и, çăпатапа-и, — паллă мар. Вăл пелкеме тытăнсанах пĕр хĕрарăма: — анне, — тет, тутлă апата — тюттю, хитре япалана — тетте. Вăл мĕнле этем пуласси ашшĕ-амăшĕсенчен, хурăнташĕсенчен, таврари этемсенчен килет. Каюра Тимахви çакă теветкел ачасене мана, пуян мар Ямшăк Михалине, тиркеме, манран йĕрĕнме хĕтĕртсе вĕрентĕччĕ. Крахьян йăмăкăм вĕсене чухăнсене сума сума, ялти Совет пӳрчĕ тăрринчи хĕрлĕ ялава юратма хушать».
— Кукка, эсĕ Ленина курнă-и? — ыйтрĕ асли.
Михаля хăй госпитальте пĕр рабочипе туслашнине, вăл ăна Ленин çинчен каласа панине аса илчĕ, ачасене каласа кăтартма шухăшлатчĕ, çав самант алăк яри уçăлса кайрĕ те, Крахьян килсе кĕчĕ, пӳрте милĕк шăрши тултарчĕ.
— Пичче, — терĕ вăл, кĕрĕкне васкасах хыврĕ, алăк патĕнчи пăтаран çакрĕ. — Мунчана пултарса çитертĕм, сĕрĕмне милĕкпе хăваласа кăлартăм, алăка чылай вăхăт уçă тăратрăм. Халĕ ĕнтĕ, пичче, мунча ун чулне пыл сапнă пекех тутлă. Кай та хытнă шăммусем çемçеличченех çăвăн, ĕрехетленсе çапăн!
— Вăрçăра, эх, ялти мунчана кĕме ĕмĕтленеттĕм, аса илсенех, ӳт-тир кăрчанкă ернĕ пек йăшăл-йăшăл кĕçĕтсе илетчĕ. Халĕ те кĕçĕтет, йăмăкăм! — терĕ Михаля, çăмăллăн сиксе тăчĕ, çурăмне кăтăр-кăтăр хыçса илчĕ.
— Эпĕ те пырам-и, атте? — Хĕлип ашшĕ çул парасса кĕтмерĕ, сĕтел айĕнчен упаленсе тухрĕ.
— Вĕрирен хăрамасан, пырах, ачам, — Михаля Хĕлипе çурăмĕнчен çупăрларĕ.
— Эпĕ вĕри сывлăша юрататăп, атте, — терĕ Хĕлип, — мана Крахьян аппа кăмака çинче çывăратать.
— Пире те кайма юрать-и? — Крахьян çине тилмĕрнĕ пек пăхса илчĕ аслă ачи, Тимуш.
— Ара эсир, ачасем, куккăра, инçетри çулсем çинче халран кайнă çынна, ан йăлăхтарăр ĕнтĕ, — терĕ Крахьян.
— Эпир Тимушпа иксĕмĕр куккан çурăмне сăтăрăпăр. Çăвăнма вĕри шыв парса тăрăпăр, — терĕ кĕçĕнни, Çемук.
— Йăмăкăм, — терĕ Михаля, ачасем çине ачашшăн пăхса илсе, — ачусем, пĕчĕкçĕ пулсан та, ӳссе çитнĕ çын пек йĕркеллĕ те ăслă калаçаççĕ. Эсĕ, йăмăкăм, вĕсен çулĕсенче питĕ юнтармăшчĕ, хытăрах каласанах, тутуна мăрт тăваттăн.
— Çемьере пĕр хĕрача пулнă та-ха, ачашланнă ĕнтĕ, — кулса ячĕ Крахьян. — Эсир, — терĕ вăл ачисене, — кайăр эппин куккăрпа.
Ачасем, йăкăлт-якăлт сиккелесе, çĕлĕкне хăшĕ кутăн, хăшĕ пуçăн ларткаларĕç. Тимуш ятли, куккăш тухасса кĕтсе, алăк хăлăпне пырса тытрĕ. Вăл алăка хăй уçрĕ, пурте тухса пĕтсен, хăех хаплаттарса хупса хăварчĕ.
Калинккерен пахчана тухсанах карта хĕрринче такăрлатнă сукмак мунча адресне кăтартакан çыру пек выртать. Мунча пахча хыçĕнче çамрăк йăмралăх хушшинче ларать, пăс тухса тăнипе йăмра турачĕсене шап-шурă пас тытнă, çавăнпа пĕчĕк туратсем те вĕтĕ пĕренесем пек усăнса тăраççĕ. Таçта пахча хĕрринчех инçех те мар шыв шăнкăртатса юхни илтĕнет, усал кăмăллă Каюра Тимахви хăй чавса кăларнă çăл тĕнче илемне мухтакан кĕвĕ каласа юхать. Мунча умĕнче тăпăл-тăпăл пĕчĕк пӳлĕм пур. Унта тап-таса улăм сарнă, пĕр татăк хăма хунă. Михаля çав хăма çине тăрса салтăнчĕ, мунча алăкне уçса ярсанах, шакмар чулпа милĕк шăрши кӳ персе тухрĕ, çамка тирне тарлатрĕ. Хура тăман хыççăн ытла та ялтăракан хĕвел пĕчĕк тĕнĕ-кантăкран кĕнипе хăрăмлă пĕренесем ылтăн сапнă пек ялкăшса тăраççĕ, мачча та хĕрлĕ-сарă тĕспе çунса тăрать. Ачасем виççĕш те чупкаласах çӳрерĕç, пĕр валашкана шыв тултарчĕç, ун тавра ларса тухрĕç, пĕрне-пĕри шыв пĕрĕхсе кулкаларĕç.
— Мунча вăй патăр! — терĕ Михаля, лапка çине хăпарчĕ, пуçелĕк вырăнне кивĕ милĕк хучĕ, пуçне пĕр курка лĕп ăшă шывпа ухрĕ те тулли курка ăшши пачĕ. Мунча чулĕсем çурăлса кайнă пек шартлатрĕç, вăрçăри пулемет сассине аса илтерчĕç, вара çăра пăс мунча маччине сирпĕтсе ярас пек сиксе тухрĕ, урайне те персе анчĕ.
— Апапап, пĕçерет! — тесе ачасем урайне тăсăлса выртрĕç, урисене ăшăтма çӳлелле пĕр харăс ярт тăсрĕç.
— Манăн атте чулсене çурать, хăй çапах сентре çинче ларать, — терĕ Хĕлип.
— Сана, кукка, сивĕ шыв кирлĕ мар-и? — ыйтрĕ Тимуш, сиксе тăма хатĕр пулса.
— Мана, ачасем, сивви мар, вĕри кирлĕ. Ӳт тăла пекех пулса кайнă, сисмест. — Мяхаля кивĕ милĕк çине пуçне хучĕ, сывă аллипе милĕк илчĕ те пĕççи-каççине ăшалама тытăнчĕ.
Чăнах та, хăй каланă пекех, ӳчĕ шартлатса тăракан вĕри сывлăша та сиссех каймасть, вăл хулăн кирĕкпе витĕннĕ. Михаля чылаях çапăннă хыççăн ӳт-тирне чĕрнипе хырса пăхать, кирĕк пушăт пек чĕрĕлсе тухать.
— Халĕ çĕр çинче ăçта пулин те çăтмах пур тесен, эпĕ унта кайма килĕшмĕттĕм: малтан чăваш мунчине кĕрем-ха, вăл темле райран та авантарах, тейĕттĕм. — Михаля çапла хăй тĕллĕн мăкăртатрĕ, пуç тăррине пĕр курка шыв сапрĕ, ӳчĕ киленнине тӳсеймен пирки эхлетрĕ те тăрса ларчĕ, çурăмне милĕкпе хытă шăлса илчĕ, вара каллех пĕр курка тулли ăшши пачĕ. Хальхинче ăшшипулемет пенĕ пек шартлатса мар, чашлатса тухрĕ, мунчана шап-шурă сывлăш тултарчĕ, ачасем курăнми пулчĕç. Вăл нумай çапăнчĕ-ши, сахал-и — хăй сисмерĕ, кирĕк хырăнса ӳксе пынăçем унăн ӳт-тирĕ вĕрие сисме тытăнчĕ, аманчăк алли мунча-тухтăр эмелленипе йăш-яш туртса ыратма пăрахрĕ.
Михаля такмак каласа тата çапăнас тесе тăратчĕ, йĕс турилккене çапса янратни тулти сывлăша кисретсе çывăхарса пычĕ, мунча тĕнни патĕнчех кăшкăрса калани илтĕнчĕ:
— Эй, Михаля шăллăм, сăмавар тӳрлетмелли çук-и, труби ирĕлсе йăванман-и, хырăмĕ шăтман-и?
— Ман сăмаварăм Самарта, хырăмĕ — Хусанта, труби — Тулăра, — хытах каларĕ Михаля.
— Эй, Михаля шăллăм, мунча тутлă-и, шăрши сăмса шăтăкне çурмасть-и? — тулти этем каллех йĕс турилккине янратса илчĕ.
— Шăрши сан сăмаху пек тутлă, Алтаккин пичче. Кĕр-ха, кĕр, мунча турра сума су, хурăн милĕке чупту?
— Юптарасса юптаратпăр, — терĕ Алтаккин, — пирĕн чăнни çинчен те калаçмалли нумай. Эпĕ кунта, Чишма ялĕнче, сăмавар юсаса лараттăм, шăнкăрав сассине илтсенех сиксе тăтăм та чӳречерен пăхрăм, хамăр ял çынни, вулăс кăмиссарĕ Уланкă Кевришĕ урампа вăштик иртсе пынине, унпа юнашар такам ларса пынине курах кайрăм. Çурт хуçи урамран кĕрсен, унран ыйтрăм: «Кăмиссарпа юнашарах важнăй ларса пыраканни кам?» — тетĕп. «Мĕн важнăй унта, — тет, — Крахьян пиччĕшĕ Михаля», — тет. Камшăн мĕнле-тĕр, эсĕ маншăн ку тавралăхра чи важнăй çын. Сан хыпарна илтсенех, Михаля шăллăм, чупсах килтĕм, вăрçă хирĕнче выртса юлман, шăммисене хупахпа мăян витмен иккен, терĕм. Эсĕ кунтан çитмĕл çухрăмра пулсан та, урасене хĕрхенмĕттĕм, сан патна сиккипех пырăттăм.
— Тĕнĕ витĕр калаçса сăмах тутине сая ярас мар ĕнтĕ, Алтаккин пичче, — терĕ Михаля, тĕнĕ умне пычĕ те кукленсе ларчĕ, Алтаккинăн кăçаттисене кăна курчĕ. — Кĕр-ха, кĕр, тутлă милĕк шăршинче тутлăн калаçăпăр.
— Мунча ĕнер çеç кĕнĕччĕ, çан-çурăм кĕçĕтмест, йĕпенес те килмест. Сăмавара юсаса пĕтерес, шывĕ юхма кăрант лартса парам та сан патна пырса тухăп. Мунча тутлă пултăр! — терĕ Алтаккин, юр чăйăлтатни илтĕнсех юлчĕ.
— Эпĕ ку çынна пĕлетĕп: ăста Алтаккин вăл, — терĕ Хĕлип.
— Эпир те ăна пĕлетпĕр, кукка! — терĕç Тимушпа Çемук, нимĕнле пысăк хыпар та пулман пек çăвăнма тытăнчĕç.
Ку тавралăхра Алтаккина, ылтăн алăллă ăста çынна, кам пĕлмест-ши? Пĕр юптармасăр каласан, Алтаккин кирек хăш яла пырса тухсан та, вăл урампа иртсе пынă чухне: «Сăмавар юсамалли пур-и?» — тесе, йĕс турилккесене çапсан, пĕр йытă та вĕрмест, хăранипе хӳре хĕстерсе хапха айне тарса пытанмасть, ахаль çеç пăхса ларса юлать. Алтаккин чапĕ ялтан яла çӳрет, сăмаварсем çинче кăна çуталмасть, тата ытти ырă ĕçсенче те. Ку тавралăхри кăмакасене кам кăларнă, кам мăрйисене вĕркĕч пек сывлакан, пĕтĕм тĕтĕме тула туртакан тунă? Пурне те Алтаккин тунă, тупата! Вăл тунă кăмакасенче çăкăрсем çаврака та хĕрлĕ питлĕ пиçнĕ чухне кинемейсемпе инкесем Алтаккина мухтаççĕ, хутран-ситрен çăкăр икĕ питлĕ пиçни, варри пăшлак пулни те пулкалать, ку япала çăнăхран та, ытти сăлтавран та килет, вара хĕрарăмсем: «Эх, ку Алтаккина!» — тесе ятлама пăхаççĕ, анчах та: «Çĕр çăттăр, пуçне çăпан тухтăр!» — тесех калама хăймаççĕ. Чи усал та лĕкĕрти хĕрарăмсем те кăмакара пĕр-пĕр пăсăк пулсан: «Ăста Алтаккин килсе тухĕ-ха, тӳрлетсе хăварĕ», — теççĕ.
Михаля, телейлĕ çулпа пынă чух мар, инкеке пырса лексен, Алтаккинпа паллашрĕ те ĕмĕрлĕх туслашрĕ.
— Пичче! — илтĕнсе кайрĕ тултан Крахьян сасси. — Çăвăнса тăрантăн-и, вăй-халран каймарăн-и?
— Тухатпăр ĕнтĕ, — терĕ Михаля.
— Эпĕ тăлăп илсе килтĕм, — терĕ Крахьян, — васкаса, çамăллăн сиксе ан тух, чипер тăхăн, пуçна тăлăп çухипе пĕрке.
Михаля хăй ĕмĕрĕнче тертпе синкер кăна тӳсмен, унăн чунне çунат хывакан самантсем, кунсем те пулнă, анчах халĕ, мунча умĕнчи хăма татăкки çине тăрса кĕпе-йĕм тăхăнсан, вăл хăйне телей курма çеç çуралнă çын пек туять, Хĕлиппе икĕ ача пĕр-пĕринпе калаçнине итлесе хĕпĕртет. Çынна хĕпĕртеме нумай та кирлĕ мар иккен: вĕри мунча та ăшă сăмах. Вăл тăлăп тăхăнчĕ, тăлăп çухине тăратрĕ, пĕр пĕчĕкçĕ шăтăк кăна хăварчĕ, паш-паш сывласа утрĕ, хытă сукмак çемçе кăçатă витĕр ура тупанне кăтăкласа пынине сиссе пычĕ.
— Тавах сана, йăмăкăм, питĕ пысăк тав, — терĕ вăл Тимуш уçса хунă алăкран кĕрсенех. — Кун пек ырлăх курасса ĕмĕтленменччĕ, ура айĕнчи çĕр те хытă, çынсенчĕрисем те хытă тесе пурăнаттăм.
— Хывăн-ха, пичче, ӳпкӳне кăна мар, пĕтĕм ӳтӳпе карăнса сывла, — Крахьян Михаля çинчен тăлăпа хăех хыврĕ. — Пыл-сăра ĕç. Сан ятупа йӳçĕхтерме çĕр айне лартнăччĕ, — терĕ вăл, пĕр пĕчĕк алтăр тыттарчĕ.
Михаля мунчара карланки типсе кайнине тин сисрĕ, алтăра авăрĕнчен ярса тытрĕ, пыл-сăрана пĕр сывламасăр ĕçсе яма хатĕрленчĕ, анчах çуррине те ĕçмерĕ, пырĕ питĕрĕннĕ пек пулчĕ.
— Ку сан пыл-сăра мар, сим-пыл иккен, — терĕ Михаля, пукан çине пырса ларчĕ. — Ытла хăватлă ку, пĕрре сыпсанах пуçа ал арманĕ пек çавăрать, куçран вут-хĕм кăларать.
— Çапла пулмалла та, пичче, — терĕ Крахьян, ун умне пырса тăчĕ. — Эсĕ салтака кайнă тенине илтсенех: — юратнă пиччем çухалмĕ, таврăнĕ-ха терĕм, çав кунах, хăмлапа сăрана хутăш вĕретрĕм, пĕр лакăм тултартăм та лакăмне çĕр айне пытартăм. Акă кĕтнĕ вăхăт телейпе çаврăнса килчĕ те, шăннă çĕре лумпа чаврăм, лакăма туртса кăлартăм.
Ку йăлана Крахьян шухăшласа кăларман, вăл чăваш халăхĕ хушшинче сĕм авалтанах пырать. Ĕлĕк салтак ячĕ тухсан, савнă çын — ывăл ачи е упăшки килтен тухса кайнă кунах чăваш хĕрарăмĕ сим-пыл тултарнă пĕчĕкçĕ пичкене-лакăма çĕр айне лартнă, çиелтен пусăрăнтарса тăма тата паллă пулма чул хунă. Çын салтакра сахал-и, нумай-и çӳренĕ, вăл киличчен юман лакăма кăларман, сăваплă япала вырăнне шутланă. Таса чунлă хĕрарăм хăй вилĕмне сиснĕ чухне лакăм ăçтине чи шанчăклă тăванĕсене пĕлтернĕ, савнă çынни килсан, ăна хăй килнĕ кунах ĕçтерме пиллесе хăварнă.
Каюра Тимахви ĕçкĕ-çикĕ енчен уçă çын пулнă, хăна тума вăл ахаль çынсене мар, Хусан купсисене чĕннĕ, чаплă вăхăта кĕтнĕ май, Крахьяна çĕрĕн-кунĕн ĕçлеттерсе халран янă, эрнипе çывăрма паман. Халĕ çăмăл ал-ураллă Крахьян пиччĕш мунча кĕрсе тухиччен кĕркуннех типĕтсе хунă хура та вакласа сĕтел çине лартма, ытти тĕрлĕрен апат та хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ, пысăк лампа кĕлетрен туртса кăларчĕ, тасатса маччаран çакса ячĕ.
Михаля пĕр алтăр сим-пыл ĕçсе янă хыççăн пукан çинче ларать те тĕлĕнсех каять. Йĕп куçĕ тирмелĕх çап-çутă пӳлĕмре сĕтел çине шурă чĕнтĕрлĕ çитти сарнă, ун яраписем усăнса тăраççĕ. Турилккесем лартса тухнă, вĕсем кăвак сенкер тĕрĕллĕ.
— Пичче, сĕтел хушшине ларар-ха, тăраниччен калаçар, — Крахьян сĕтел çине тăрна мăйлă çӳлĕ кăкшăм пырса лартрĕ. — Эпĕ качча тухнăранпа санпа хăнара юнашар ларса курманччĕ, пуян упăшкам ман тăвансене тиркетчĕ, — терĕ Крахьян, Михаляна тĕрткелесех сĕтел хушшине кĕртсе лартрĕ, хăй ура çинчех тăчĕ.
— И-и, йăмăкăм, патша кĕреки ку! — тĕлĕнмеллех тĕлĕнсе каларĕ Михаля.
— Мĕне кирлĕ пире патша... Эпир хамăр патша ĕнтĕ, пиччем, тăвансенчен çĕр çинче иккĕн кăна тăрса юлтăмăр, — Крахьян кăкшăм çăварĕ умне кăтăр-кăтăр кĕленче курка тытрĕ.
— Паçăрхи хăватлиех-и, йăмăкăм? — Михаля ĕçме хăранă пек çӳçенсе илчĕ.
— Сана, пĕртен-пĕр пиччене, каяш ĕçтермĕп ĕнтĕ. Мана Тимахви вăрласа килсен, эсĕ урăм-сурăм шавлă туйра та пулмарăн. Туй курки ĕç, эппин. Хамран та сана тавсье! — Крахьян кĕленче куркана çĕклерĕ, пиччĕш çине пăхса, куç хупмасăрах ĕçсе ячĕ, тутисене тутăр вĕçĕпе шăлса илчĕ. — Карланкă тутă пулсан, хаяр сим-пыл пуçа тивсех каймасть. Çакна çи-ха! — Крахьян турилкке çинчен хур тукмакки илчĕ, Михаляна тыттарчĕ.
— Эсĕ мана, йăмăкăм, улпут вырăннех лартрăн, кĕркунне мар, пушă уйăхĕнче, ялта çерçи те выçă чухне, хур тукмакĕ çитертĕн. Чăнах та питĕ тутлă, йăмăкăм.
— Йĕкĕлти чĕлхесем мана Каюра Тимахви пуянлăхĕпе пурăнать тесе хăртма пăхаççĕ. Эпĕ пуян килĕнче мĕскĕн тарçă вырăнĕнче пурăнтăм, шăм-шак каниччен çывăрса кураймарăм, умри апат анмастчĕ, упăшка патаккине çинипе тăранса пурăнтăм. — Крахьян, пиччĕшĕн кăмăлне пăсас мар тесе, чунне хытарма тăрăшрĕ, анчах иртсе кайнă хуйхи-суйхи тепĕр хут çаврăнса килчĕ, пĕтĕм ӳт-тирте туртăнса çӳрерĕ, пыр тĕпне пырса чăмаккаланса ларчĕ. Крахьян тӳссе тăраймарĕ, вĕри куççулĕ сăрхăнса тухрĕ, питçăмартисем тăрăх шăрçаланса чупрĕ.
— Чунна ан тат ĕнтĕ, йăмăкăм, — Михаля сĕтел хушшинчен тухрĕ, Крахьяна хулпуççинчен çупăрласах пукан çине лартрĕ, хăй каллех малтанхи вырăна йăмăкне хире-хирĕç кĕрсе ларчĕ, тăрна мăйлă кăкшăмран икĕ курка тултарчĕ.
— Куçа килнĕ куççуле чарма юрамасть, пичче, — терĕ Крахьян, Михаля çине куççуллĕ куçĕпех тинкеррĕн пăхрĕ. — Юхса пĕтмен куççуль чĕрене анса ларать, ăна тăварĕпе касса тăрать. Халĕ юхтăрах вăл, малашне юхмалла ан пултăр.
«Тĕрĕсех калать йăмăкăм, — шухăшларĕ Михаля. — Тимĕрçĕсем хурçа шĕл-кăварлă кăмакара шуралса кайичченех хĕртеççĕ, вара ăна туптаççĕ те катăлми-ванми çирĕп пулма шывра шăвараççĕ. Çыннăн пысăк синкерлĕ хуйхи те шĕл-кăварлă вут пек ялкăшса килет, чĕрене те, пĕтĕм ӳт-тире те çунтарать. Çак хуйха тытса чарма пĕлмен çын хăй çунса каять, унăн ĕмĕчĕпе шухăшĕ кĕл пулса вĕçет. Чĕре хуйхă кăварĕнче çунать пулсан, ăна чи хĕрсе çитнĕ вăхăтра туптамалла, куççуль юхтарса шăвармалла, ĕмĕрлĕх çирĕп тумалла».
— Хуйхăм пысăк пулчĕ, пичче, — тет Крахьян, Михалян пĕрĕнчĕклĕ çамки çине унти шухăш кĕнекине вуланă пек пăхса илет. — Эпĕ хамăн тертлĕ чĕрене куççульпешăвартăм та çирĕплетрĕм, пурнăç урапи айне ӳкесрен тăрса юлтăм, пичче, сан инкек питĕ пысăк, çын çĕклейми...
— Ан та кала... чĕрем çурăлас пек ыратать...
Тĕнчере пурне те манса, хăйсен пурнăçĕ çинчен çеç калаçса ларакан Крахьянпа Михаляна шалт сиктерсе алăк уçăлса кайрĕ те, Алтаккин килсе кĕчĕ.
— Ман килес-и, ман курас-и? — вăл кăшкăрса калаçрĕ, кĕске кĕрĕкне йӳле ячĕ, пашлатса сывласа илчĕ, чи малтан Крахьяна алă пачĕ. — Хăй çамрăк хурăн пек,тутри те çурхи çулçă пек ешĕл, алли çеç тукмак пек кĕрнек, — терĕ вăл, Михаляна сĕтел хушшинчен туртса кăларса чăмăртаса тытрĕ, çĕклесе илчĕ те антарчĕ. — Михаля тусăм тесен, килсе тухмасăр чун тӳсмерĕ, килме тăрсан, çуттисĕр çул тĕттĕм пулас пек туйăнчĕ. «Савнă тусăм — çул çути, ун сăмахĕ — пыл тути» тесе юрлама тупасах терĕм, пĕтĕм Чишма ялне чупса çаврăнтăм та йăл-йăл куçлă Елпике ятлă пĕр чăмăркка хĕрарăм патĕнче шыраса тупрăм. «Ара, Алтаккин хăта, ан васка-ха, манăн сивĕ пӳрте ăшăтса хăвар-ха», — тесе калаçма тытăнчĕ çак хĕрарăм, шуйттан кĕвенти. «Ăçтан вара эпĕ сан хăту пулатăп», — терĕм те çуттине кĕрĕк кĕсйине персе чикрĕм, вăштик тухса вĕçрĕм. Эпĕ, ылтăнăм-кĕмĕлĕм, Крахьян йăмăкăм, шăтăк витресене тĕплеме ăста, анчах тĕрлĕ-мерлĕ хĕрарăмсен шăтăк кăмăлĕсене саплăк хурса çӳреместĕп. Çапла-и, Михаля тусăм? — Алтаккин Михаля аллине çат çапрĕ те эрех кĕленчине кĕсйинчен кăларса сĕтел çине шăлт лартрĕ.
— Ара, Алтаккин пичче, ахалех Елпике шуйттан патне кĕрсе тăкак курса çӳретĕн, кунĕпе сăмавар шаккаса ларнин укçи те çитмерĕ пулĕ. Хамăрăн та пурччĕ-çке, — Крахьян унчченех тултарса лартнă куркана Алтаккина тыттарчĕ, Михаляна: — Иксĕр тав туса ĕçĕр! — терĕ.
— Михаля тусăм, эпĕ сана иксĕмĕр Пакăш вăрманĕнче пытанса пурăннă чухне те, Атăл хĕрринче ĕçленĕ чухне те ăнланса илтĕм, çавăнпа сан патна питĕ чипер килтĕм, сухала хырса пăрахрăм, мăйăха йĕркелесе якатрăм. — Алтаккин мăйăхĕн икĕ вĕçне пӳрнисемпе пĕтĕрсе илчĕ. — Эх, ытарми тусăм, — терĕ вăл, — пирĕн иксĕмĕрĕн кăкăрсенче, çакăнта, ылтăн чун-çке. Кăкăра уçасчĕ, йăлтăр-йăлтăр ылтăн чуна йĕкĕр ывăçпа ăсса илесчĕ те халăх умне сапасчĕ. Тав сире иксĕре те! — Алтаккин янк ĕçсе ячĕ, куркине пуç тăррине ӳпне лартса кăтартрĕ.
Ырă лашана вăрăм туртапа кӳлсен тата кустăрмасене тикĕтлесен, çул çăмăл, хăех кĕскелсе пырать, тĕлленĕ вырăна пĕр сисмесĕрех пырса çитетĕн. Кĕвве кĕрсе пыракан калаçу та вăхăта хăвăрт ирттерсе ярать. Кайран вара: эх, мĕншĕн кун хăвăрт иртсе кайрĕ-ши, чĕлхе вĕçĕнче пĕтермен сăмахсем нумай тăрса юлчĕç-çке, тетĕн, аптăранă енне ĕнсӳне кăтăр-кăтăр хыçса илетĕн. Уйăх темиçе хут та пĕлĕт хушшинчен тухса пӳрте кантăкран пăхрĕ, анчах ăна никам та асăрхакан пулмарĕ, никам та каç пулса килнине сисеймерĕ.
— Сана, Михаля шăллăм, — Алтаккин хăй тусне хулпуççинчен хытах çапса илчĕ, — авлантарас пулать. Хуйхă пысăк ĕнтĕ, мĕн каласси пур, анчах вилекен çын хыççăн шăтăка сикме çук. Вилекене масар, пурăнакана пасар, тенĕ...
— Çуртăм çук... мана кам пырĕ, çуртсăр çынна? — ерипен каларĕ Михаля.
— Эпĕ Йĕлмекассине пымассерен Чинукпа калаçма юрататăп, хам сăмаха вара Михаля тусăмран пуçласа яратăп. Вăл вара манпа пупленĕ чухне текех йăл кулать. Эпĕ халăх хушшинче çӳресе такама та курнă, ыррине те, усаллине, юс пек чеине те, арлан пек хаяррине, куçран пăхса çын чĕрин кĕнекине вулама вĕреннĕ. Михаля ятне илтсенех, Чинукăн чĕри кăрт-кăрт сикет пулмалла, куçĕнче вут-хĕм ялкăшать. Юрату тени вăл çап-çамрăк хĕрте кăна мар, тăлăх арăм чĕринче те пур. Тĕрĕс калатăп-и, сар кайăк пек тăванăмсем?
— Чинук чипер çын ĕнтĕ, ăспа та, илемĕпе те пĕр енчен те катăк мар, — терĕ Крахьян.
— Санăн шухăшу мĕнле, Михаля шăллăм? Чинук сывлăхĕшĕн пире ĕçме юрать-и? — Алтаккин каллех куркине çĕклерĕ.
— Темле, — терĕ Михаля.
Пуçĕнче çĕр шухăш çаврăннă чухне кĕтмен çĕртен авланас пирки Алтаккин хускатса янă сăмаха хирĕç урăх ним калама пĕлеймерĕ, ӳсĕрĕлсе кайнă Алтаккин Михаля мĕн каланине илтмерĕ те. Пĕр çавра юрă юрласа пĕтерсан, каллех хăй сăмахне пуçларĕ:
— Апла эпир, тăванăмсем, çураçу пирки пĕр канаша килтĕмĕр, кунтан чакмăпăр, — Алтаккин тепре юрласа парас пек хăлаçланчĕ: — Сим-пылу сан, Крахьян йăмăкăм, сыпмассерен урана каять иккен. Чĕркуççисем мунчала пекех лучăрканчĕç! — вăл пуçне сĕтел çине хунă-хуманах çывăрса кайрĕ.
— Эсĕ, пичче, Чинук пирки нумай ан шухăшла. Каçхи сăмах чăх кашти айне пулнă, теççĕ. Ирхине шухăшу ирĕлсе каймасан калаçăпăр. Сан валли вырăн сарса хунă. Çывăр. Алтаккин пиччене йĕркелесе вырттарасчĕ. — Крахьян сĕтел таврашĕнче кăштăртатса çӳрерĕ, чашăк-тирĕк пуçтарчĕ.
Михаля Алтаккин пиччене майлаштарса вырттарчĕ, унтан хăй те çывăрма кайрĕ.
11
Михаля çĕр çинче чылаях пурăннă, кун пекех ытарайми савăнса курман, чĕре кун пек тапнине сисмен. Юмах-и, чăн-и ку? — вăл шухăшласа утать вăрманта, чечексем татса карттус кăсĕрукĕ çине тирсе карать, шăмак кĕпçисем тата-тата çиет. Шăмак кĕпçи пăртакçă кăвасăкрах пулаканччĕ, çăтса янă чух карланкă тĕпне хĕртекенччĕ. Кăçал кĕпçесем хăвăлне пыл тултарнă пек тутлă, чĕлхе çинче нумайччен ирĕлсе тăраççĕ, пăртакçă ӳсĕртнĕ пек пуçа çавăраççĕ, вара пĕтĕм тавралăх асамат кĕперĕпе витĕннĕ пек симĕсĕн-кăвакăн, хĕрлĕн-сентелĕн курăнса каять. Вăрман чечек шăршипе те, кайăксен чĕвĕл-чĕвĕл юррипе те тулнă. Таçта инçех те мар йывăç тăрринче куккук ярăнса авăтать.
— Миçе çул пурăнма мана калатăн, чăпар куккукăм? — тет Михаля, карттусне хывать, тăп чарăнса тăрать.
Куккук авăтать те авăтать, чарăнма пĕлмест. «Эх, кăвапа таран сухал ӳстериччен, йӳтесе çитнипе пуçа карттус вырăнне çăпата тăхăниччепех пурăнмалла иккен манăн!» — тесе Михаля хăйпе хăй калаçса утать, урисене тăлласа пыракан сырлан курăкĕсене пăтăр-пăтăр татса иртет, кĕтмен-туман çĕртен çĕрĕ пек çаврака уçланка пырса тухать. Пырса тухать те хайхи, месерле кайса ӳкес пек, шалт тĕлĕнсе каять. Уçланкă варринче Станук Макçи Чинукĕ пĕр-пĕчченех уткаласа çӳрет, пуçне чечек кăшăлĕ тăхăннă, аллисемпе те тĕркĕм-тĕркĕм тĕрлĕ чечек-çеçке тытнă, çĕкленсе тăракан кăкăрĕ умне шĕлкеме çакнă, симĕс тутăр çыхнă.
«Тĕлĕк-и, юмах-и ку, — шухăша каять Михаля, — çуркунне çитсенех Чинук патне евчĕсем шăнкăравлă урапасемпе килекенччĕ, анчах вăл пĕр евчĕн пĕккине те сĕлкĕ-тутăр çакса ямарĕ, темле пуян йĕкĕте те качча кайма килĕшмерĕ. Михаля хăй те, Чинук тесен, шыва сикме хатĕрччĕ, анчах хӳхĕм хĕр ун çине куç хӳрипе кăна пăхрĕ, пĕрре çĕрле хапхаран мар, хыçалтан сурăх сукмакĕпе тухрĕ те ашшĕ-амăшне систермесĕрех хăйсен ялĕнчи Макарпа кайрĕ. Макар чунĕпе ырă, сăнĕпе хитре çынччĕ, вăрçа кайрĕ те килмерĕ, вăл вилни çинчен пĕлтерекен хура хут çеç килчĕ. Мĕнле-ха ку?» — сывлама чарăнсах тĕлĕнет Михаля. Пур енчен те Чинук-çке, анчах çап-çамрăк.
— Чинук, эсĕ-и? — сасă парать Михаля, чупма тăрать, хăмла çырли турачĕсем урисене тăлламаллах тăллаççĕ.
Чинук Михаля енне пĕрре çаврăнса пăхать, çамрăк пăлан пăрушĕ пек сикет те вирхĕнет, хурăнлăх хушшипе чăмса пырать, симĕс тутри çеç кӳкĕрт çуннă пек вĕл-вĕл вĕçсе пырать. Михаля, темле турткалансан та, хăмла çырли турачĕсен тыткăнĕнчен хăтăлаймасть, макăрса ярас пек тарăхать, вăйĕ пĕтсе çитсен те, упаленсе тухать, пĕрре тапса сикет. Симĕс тутăр ун куçĕ умĕнче вĕлкĕшет. Михаля хашкаса чупать, чупать те пĕр тунката çинче Чинук ларнине курах каять.
— Эсĕ мана хуса çитеймĕттĕн, — тет вăл, каллех пуçне чечек кăшăлĕ тăхăнать. — Хамăр Йĕлмекасси каччин кăмăлне хуçас темерĕм, хамах чарăнтăм, — тет вăл.
— Мĕнле эсĕ, Чинук, тепĕр хут сасартăках çамрăкланса кайрăн, хĕр чухнехинчен те ĕлккенрех пулса тăтăн? — тĕпчесех ыйтать Михаля.
— Ним те тĕлĕнмелли çук, шыв та пĕрмаях пĕвере тăмасть, е сăрхăнса тăрать, е пĕвене татса каять. Упăшка инçе вут хирĕнче пуç хурсан, эпĕ нумай хуйхăртăм, анчах тепĕр юрату чĕрере çуралса пычĕ, хуйхă пĕвине татса кайрĕ, çавăнпа эпĕ çамрăклантăм, чечек татма тытăнтăм, хам та, куратăн-и, чечек пек пултăм. Кур-ха эсĕ, Михаля, хам чечек пек, тутăрăм çулçă пек ем-ешĕл.
— Мĕншĕн апла вăл? — тет Михаля, Чинука тытас пек туртăнать, анчах Чинук каллех тарма хатĕрленет, аллисене çунат пекех сарать.
— Хĕр ĕмĕрĕ — çурхи тĕнче, çамрăк арăм ĕмĕрĕ — çуллахи тĕнчен юлашки кунĕсем, — тет Чинук. — Асăрхаман-и эсĕ, курăксем кĕр сиввине кĕрес чухне питĕ те илĕмлĕ чечеке лараççĕ. Çапах манăн çамрăк ĕмĕр иртсе каяс чухне чĕре юрату чечекĕ çурчĕ. Çак юлашки чечекĕме татакан ырă çын тупăнĕ-ши?
— Эпĕ сана хам каччă чухне те савнă, халĕ ытларах саватăп. Сан юлашки илемлĕ чечекне хамах тататăп, шантармастăп, чĕре çумне тытатăп, — Михаля тунката çинчен сиксе тăрать, Чинука тытса ыталама ăнтăлать.
Михаля тĕлĕкĕн чи вĕри самантĕнче вăранса кайнишĕн питĕ те тарăхрĕ, вăл вырăн çинчен ӳкес патнех пырса çитнĕ иккен, тунката çинче ларакан Чинука тытас тесе хапсăннă чухне пĕр ури тӳшек çинчен анса урайне пырса тĕртĕннĕ.
«Вăтăра çитсе пырсан та, юрату тĕлĕкĕсем анкă-минкĕ пуçа пырса кĕреççĕ-мĕн, — мăкăртатса илчĕ Михаля, тӳшек варрине кĕрсе выртрĕ, пуçĕ урлах ăшă çемçе юрканпа витĕнчĕ, иртсе кайнă тĕлĕкне каялла çавăрас тесе куçĕсене хупрĕ, анчах хитре тĕлĕк сирĕлсе кайрĕ, йывăр шухăш пуçа кăшăлласах çавăрса илчĕ. — Каçхи сăмах чăх кашти айне пулать, терĕ Крахьян, — хăй ăшĕнче калаçрĕ Михаля. — Алтаккин пичче Чинука çураçасси çинчен калаçни каçхине пуçлансан та чĕрене ларса юлчĕ-мĕн, тĕлĕкре канăç памарĕ. Чăн та ĕнтĕ, Чинук пек хĕрарăм ниçта та тупас çук, анчах вăл мана пырать-ши?» Çак шухăш тĕлĕнче Михаля тăп чарăнчĕ.
Такам пӳлĕмре утса çӳрет. Алтаккин-и, Крахьян-и? Малтанах пĕлме çук, мĕншĕн тесен Крахьян, хăй ака-суха тăвакан çын, арçын пекех тĕреклĕ утать. Кăххăм ӳсĕрсен, Михаля Алтаккин çӳренине сиссе илчĕ, вырăн пуçне çакнă шăлаварĕпе гимнастерки алла лекрĕ те, вăл сиксе тăрса алхапăлах тумланкаларĕ.
— Эсир тăма васкарăр-и? Эсĕ, пичче, çара уран ан çӳре-ха, — Крахьян сасси кăмака хыçĕнчен илтĕнчĕ, хăй те пĕр самантрах килсе тухрĕ: — Акă ăшă кăçатă тăхăн! — терĕ, Михаля умне вăл кăçатă йăкăшт лартса хăварчĕ.
— Эпĕ васкасах вăранмарăм. Хыпаласа пăхатăп та, тăрăшса çывăрнипе çамка тирĕ пĕрĕнсе кайнă, — илтĕнчĕ Алтаккин сасси. — Сĕтел хушшинче ларса çывăрнипе хăватлă сим-пыл пуç мимине кĕрсе юлман, пĕтĕмпех урана анса кайнă. Халĕ ĕнтĕ урасем тукмак пек хытнă, кĕреке хушшинчен тухма вăй çук, тĕрĕссипе каласан, тухас та килмест.
— Ан тух çав, Алтаккин пичче. Апачĕ те, ытти тутли-йӳççи те хăех сĕтел çине пырса ларĕ, — терĕ Крахьян сасси.
Крахьян тула тухса шăвăнчĕ, хапха чăрăлтатса уçăлса хупăнни илтĕнсе кайрĕ, нумаях та вăхăт иртмерĕ, Крахьян чӳречесен хупкăçĕсене уçсан, пӳрте хĕвелĕн сарă йăлтăрккипе пĕрле шурă юр çути килсе кĕчĕ. Алăк уçăлса хуллен хупăнчĕ. Михаля мачча таранах карнă чаршава уçрĕ те унта-кунта пăхма ĕлкĕреймерĕ, те Тимуш, те Çемук сасси ачашшăн илтĕнсе кайрĕ:
— Ыйхă тутлă пулчĕ-и, кукка?
— Çемçе тӳшек çинче пĕр енне выртнă та çаплах çывăрнă, пĕрре те çаврăнса выртман.
— Атте, мана тĕлĕкре курмарăн-и? — Хĕлип хытса кайнă кăçаттипе шăкăртаттарса килсе тăчĕ.
— Сана курмасăр, тата кама курас ман, ывăлăм? — суйрĕ Михаля, сивĕ кĕрĕклĕ Хĕлипе ыталаса хул айне хĕстерчĕ.
— Мĕнле куйтăн вара? — Хĕлип, нихăçан та селĕп пулманскер, ачашланас тесе юриех «р» вырăнне «й» каларĕ, ашшĕне пилĕкĕнчен тытса çĕкленçи пек пулчĕ.
— Эпир санпа Çĕрпӳ пасарне кайнă пек, сана тиха илсе патăм пек те тихи шăри-шари кĕçенет пек.
— Тихи мĕн тĕслĕ? — Хĕлип ашшĕне куçĕнчен чăр пăхса илчĕ. — Малти урисем сакăл мар-и?
Крахьян пĕр çĕклем вутă çĕклесе кĕчĕ, ачасене пăсăрлантарас тесе, кăмака умне кĕмсĕртеттерсе пăрахрĕ.
— Эсир куккăра сăпса пекех пырса сырăннă-çке, типтерлĕхе манса кайнă, — терĕ вăл, кĕрĕкне хывса пăтаран çакрĕ, кăмака хыçĕнчен хурăн пуленки илсе тухрĕ, ăна хăйă валли кусарпа чĕлме тытăнчĕ.
— Сан патра пыл çинĕ хыççăн, йăмăкăм, хамăн та чĕлхе çемçелсе кайрĕ, калаçас килсех тăрать, — тет Михаля, хăйне алăк пек пысăк куçкĕски çинче курсан: — Упăте пек çăмланса кайнă, çапах та ачасем манран хăрамаççĕ, — тет вăл.
— Эсĕ килнĕ ятпа эпир пыла какăричченех çирĕмĕр, — уткаласа çӳресех калаçать Тимуш. — Пире анне: пыл çисен сухал тухать тесе хăрататчĕ. Пĕр пĕрчĕ те тухман-çке. — Тимуш янахне аллипе хыпалать, шанман пек пулса куçкĕски умне пырса тăрать.
— Эсир куккăр ĕнси çине утлансах лартăр пулĕ, мана та итлеми пултăр, ăçтиçуксем..
— Куккан санпа кăна калаçма мар, анне, пирĕнпе калаçма та чĕлхи пур, — тет Тимуш, хăйне лекесрен именнĕ пек каялла пăхса утать, юнтарнă пек тăракан Çемукпа Хĕлипе тĕрткелесе, вĕсемпе пĕрлех пӳлĕме кĕрсе каять.
— Эсĕ, йăмăкăм, вĕсене ытла ан пăсăрлантăр, — тет Михаля, куçкĕски умĕнче тăрса.
— Эсĕ унта, Михаля шăллăм, янахна хыçкаласа ан тăр. Санăн шăртна хырса ярăпăр. Пар-ха кусарна, Крахьян йăмăкăм, — Алтаккин Крахьян аллинчен кусара туртсах илчĕ, шăтăр-шăтăр хăйă чĕлме тытăнчĕ: — Кăмака хутса яр, — терĕ Михаляна.
— Кăмакан патши хĕрарăм, тенĕ ваттисем, — Михаля вут пуленкисене суйласа калаçрĕ. — Кăмака эпĕ хутнине итлĕ-ши, тĕтĕме каялла персе кăлармĕ-ши?
— Эсĕ, шăллăм, пĕлсе калаç, тыт та хут, — Алтаккин Михаляна пĕр ывăç хăйă пачĕ. — Кăмака никĕсĕнчи хăма çине пăх-ха эсĕ. Унта ачам тимĕрпе çунтарса «Е.И.И.» тесе пысăкпа çырнă. Ку палла ахаль çăмăлттай ăспа çырман, вăл ак çакă кăмакана Евдоким Иванович Иванов тунине пĕлтерет.
Чăнах та, кăмака хутса янă-яманах кĕрлерĕ, вăрăм çулăмсем, вут пуленкисене çуласа, мăрье шăтăкне туртăнса явăнчĕç. Крахьян кăмака çăварĕ умне темиçе чӳлмек те пырса лартма ĕлкĕрчĕ.
— Сире, арçынсене, турчка патшалăхĕнче çаврăнни çитет, — терĕ вăл. Сĕтел çинче сирĕн валли хăяр та, ытти çыртмалли те пур, ларса çийĕр.
— Мамăн ырă хĕвел çутинче çăмламас этемпе ларасах килмест. Сана хырса ярам-ха, Михаля шăллăм? — терĕ Алтаккин. — Манăн хуçа патĕнче çава çĕçĕ пурччĕ.
— Тимахвин хырăнмалли темле çĕçĕ те пур. Халех! — Крахьян тула тухрĕ, часах тăрăхла хура сăран енчĕк илсе кĕчĕ. — Хаччи те, çĕççи те пур. Ме, Алтаккин пичче, манăн пиччене каччă сăнарлă ту! Эсĕ каçхине уйăх çутинче Чинука çураçма каясшăнччĕ...
— Эсĕ мана ачаш чĕлхӳпе чĕпĕтесшĕн те, анчах та çук, тивеймĕн. Эпĕ Чинук пирки тахçанах тăп-тăрă пуçпа шухăшласа хунăччĕ, кĕреке хушшинче юмах юптармарăм, чи чăннине каларăм. Манăн Михаля тусăм — ылтăн арçын, эпĕ ăна тăхлан арăм илсе парасшăн мар. Ылтăнни кирлĕ, ăнлантăн-и, Крахьян йăмăкăм, ылтăнни! Чинука тĕл пулсан, камшăн мĕнле-тĕр, маншăн пĕлĕтлĕ çанталăк та хĕвеллĕ пек курăнса каять, — Алтаккин хăй пиçиххине салтрĕ, ăна алăк патĕнчи пăтаран çакрĕ, ун çине пĕр-ик хут сурчĕ те пиçиххи тăрăх шăмă авăрлă бритвăпа кăштăр-кăштăр сăтăрма тытăнчĕ.
— Эпĕ Чинука пĕр мăскал чухлĕ те хурласшăн мар, анчах вăл сире, иксĕре те, пăсăрлантарса кăларса ярĕ, Алтаккин пичче? — терĕ Крахьян, кăмака çăварĕнче пăсланакан чӳлмекрен пĕр курка шыв ăсса илчĕ: — Сире хырăнма ку, — тесе сĕтел çине пырса лартрĕ.
— Эсĕ, Михаля шăллăм, шухăшлама ĕлкĕртĕн-и? — терĕ Алтаккин.
— Эх... — ассăн сывларĕ Михаля. — Манăн пуçра çĕр шухăш, чĕрере пĕр хуйăх... Эсир иксĕр калаçăрах...
Кун хыççăн Алтаккин ним чĕнмесĕр Михалян çӳçне кăчăрт-кăчăрт илме тытăнчĕ, виç-тăватă хут касса иртсенех, ун пуçне икĕ аллипе тытса çавăркаласа пăхрĕ, вара каллех хаччине темле кĕвĕ калаттарнă пек ĕçлеттерчĕ.
— Ахă, ăхă! — тесе вăл хăй тĕллĕн калаçкаларĕ, хутран-ситрен: «Капла аван-ши?» — тенĕ пек шухăша кайса тăчĕ, турине темиçе хут та йĕпетсе, Михаля çӳçне тураса пăхрĕ.
— Ара кунта та, Алтаккин пичче, темле ăсталăх кирлĕ-и? — Крахьян кăмака патĕнчи ĕçĕсене пăрахса асăрхаса тăчĕ.
— Ытти çыннăн çӳçне илнĕ чух, — терĕ Алтаккин, хаччине ахалех кăчăртаттарса пăхрĕ, — эпĕ питех пăхса тăмăттăм, акă халех хура кураксем вĕçсе килеççĕ, йăватума çӳç кирлĕ тесе касăттăм та тăкăттăм. Ку купăста кучанĕ мар, Михаля шăллăм пуçĕ-çке.
Алтаккин Михаля тавра çаврăнса çӳрерĕ, хăй тĕллĕн калаçкаларĕ, хырнă чух çеç чĕлхине çăтнă пек шăппăн ĕçлерĕ, юлашкинчен алшăллие пысăк куркари шыва чиксе кăларчĕ те Михалян питçăмартисемпе янаххине нăтăртаттарса шăлса илчĕ.
— Михаля шăллăм, тăр та куçкĕски çине пăхса ил! Ху тепĕр хут çуралса килнĕ пек туйăнмасть-и? — терĕ вăл, кăмака еннелле çаврăнчĕ те хытах кăшкăрса йыхăрчĕ: — Эй, Крахьян йăмăкăм! Эй, ачамккасем!
Михаля куçкĕски умне пырса тăнăччĕ çеç, Крахьян чупса çитрĕ, ачасем те темле тĕлĕнтермĕш хыпар пур пек йăкăлттин-якăлттин сиксе тухрĕç, Михаля умне кĕпĕрленчĕç.
— Ара эсĕ, Алтаккин пичче, чăн-чăн тухатмăш-тăр, — пĕççине шартах çапса каларĕ Крахьян. — Пичче çамрăк чухне, авланиччен, çакăн пек сăнарлăччĕ.
— Михаля шăллăм, куçкĕски çине пăхса тăрса ху çеç ан савăн ĕнтĕ, ачасем çине те пăхса ил! — Алтаккин Михаляна хыçалтан икĕ хулпуççинчен тытрĕ те çавăрчĕ.
— Ай-ай, сана, Йĕлмекассине кайсан, паллакан та пулмĕ капла, — терĕ Тимуш.
— Эсир апат çийĕр ĕнтĕ, — терĕ Крахьян Алтаккинпа Михаляна, ачасене мăч куç хĕсрĕ.
Ачасем пĕрне-пĕри таптас пек сиккелесе тухса кайрĕç.
— Вĕри чей ĕçесчĕ сирĕн, — Крахьян пăсланса тăракан сăмавара сĕтел çине килсе лартрĕ.
— Эрех те вĕри, шухăш та вĕри. Чей ĕçсе вĕриленсен, кун иртсе кайĕ, шухăш кая юлĕ. Эпĕ хам пуçра çураçу сăмахне хатĕрлесе хутăм. Саланса кайиччен уттарар, Михаля тусăм! — терĕ те вăл, икĕ аллине хыçала тытса уткаласа çӳрерĕ.
— Шухăша çирĕпех тытнă пулсан, эпĕ сире çуранах çӳретмĕп-ха, хыçлă çуна кӳлсе парăп, — терĕ те Крахьян, вăшт-вашт сиксе тăчĕ, кĕрĕк тăхăнса тухса кайрĕ.
— Эпĕ Алтаккин пичче, — Михаля сĕтел хушшинчен тухса икĕ аллине те Алтаккин хулпуççисем çине хучĕ, — салтак. Çынсем вăрçăра вилнĕ чух авланас пирки аташса çӳремĕп. Манăн халĕ вулăса каймалла. Кантăм ĕнтĕ, тасалтăм, ĕçе тытăнмалла...
— Эсир хатĕр-и? — терĕ Крахьян алăка уçса хупнă-хупманах. — Эпĕ лаша кӳлсе тăратрăм.
— Хатĕрри хатĕр, йăмăкăм, анчах эпĕ халь Йĕлмекассине мар, вулăса каятăп. Авланас шутпа Йĕлмекассине тĕнче лăплансан çул тытăп.
— Эх!.. — ĕнсине хыçрĕ Алтаккин, — эпĕ хатĕрленĕ такмак сая кайрĕ... Ну, Крахьян, лашапах ăсатса яратăн пулсан, эпĕ те вулăса кайса килем, эппин.
— Кай, ара, — килĕшрĕ Крахьян, иккĕшне кашкăр тирлĕ икĕ тăлăп тыттарса.
— Халĕ тăлăпĕ кирлех мар-тăр, — илмесĕр тăчĕ Алтаккин.
— Илĕр, илĕр, ĕнерхи пек тăман тухсан чух пулĕ, — тăлăпа тыттарчĕ ăна Крахьян.
Тулта юр шап-шурă пулсан та тавралăха çутатмасть — тӳпе пĕлĕтлĕ, çил вĕрнипе шертесен тăррисем шăхăраççĕ. Килкартинче чаплă çӳрен лаша кӳлсе тăратнă, хыçĕнче хĕрлĕпе кăвак ярам-ярăмлă палас усăнса тăрать.
— Кун пек улпутла çунапа каяс пулсан, Крахьян йăмăкăм, сăрлă пĕкке ик-виçĕ сарă шăнкăрав çаксан мĕнле-ши, тавралăхри сывлăша хитре янратмĕ-ши? — Алтаккин те вăлтса, те чăнах пĕкĕ енне пуçне каçăртса пăхать.
— Ахаль те сан, Алтаккин пичче, пуçунта эрех чан çапать. Ытлă эсир чапа тухасшăн, каппайчăк ямшăксем пек шăнкăр-шăнкăр шăнкăравпа çӳресшĕн, — тет Крахьян хапха патне пырса.
— Пирĕн Хăвалăх çынни Уланкă Кавришĕ каппайчăк çын мар, анчах шăнкăравпа çӳрет, — тет Алтаккин, Михаляпа юнашар ларать те сӳспе тата чĕнпе явнă тилхепене ярса тытать.
— Вăл халĕ Уланкă Кавришĕ мар, Улангин, вулăс кăмиссарĕ, — тет Крахьян, пысăк хапхана яри уçса пăрахать.
— Манăн Михаля шăллăм та кăмиссар пулĕ-ха! — Алтаккин пĕр аллипе çĕлĕкне хывса суллать, тепринпе тилхепене карт туртать те ши! шăхăрать.
Лаша сехри хăпнă пек сикрĕ те хапхаран вирхĕнсе тухрĕ.
— Эпĕ, хĕрарăм, пăхса ӳстернĕ лаша вăл, шăхăрнине юратмаеть, — кăшкăрса юлчĕ хапха патĕнче Крахьян.
Çуна ĕнерхи тăман çул çине юр хĕвĕнтерсе хăварнипе шыв çинчи кимĕ пек тикĕс пычĕ, çуртсемпе йăмрасем вĕлт-вĕлт кăна тăрса юлчĕç. Лаша хире тухсанах, Алтаккин çуна хыçне тайăнчĕ, кашкăр тир çухана сирсе пăрахрĕ те юрласа ячĕ:
Чишма ялĕ хĕррипе
Чăштăр-чăштăр чаканлăх,
Йĕлмекасси енĕпе
Ик енче те йăмралăх.
Хир-хир тăрăх çунапа
Кăçал иккĕн иртĕпĕр,
Çитес çулхи хуйхăпа
Чĕресене чĕрмĕпĕр.
Вăрăм юрă юрларĕ Алтаккин. Юрласа пĕтерсен нумайччен айккинелле пăхса пычĕ. Те юррăн хурлăхлă вĕçĕ хăй кăмăлне хуçнине Михаляна кăтартас мар терĕ, те куçĕсенчен сăрхăнса тухнă куççульне пытарчĕ...
— Эпĕ хам та юрлама пĕлкелетĕп, анчах кун пек юрра халиччен илтменччĕ, — терĕ Михаля. — Ху шухăшласа кăлармарăн-и, Алтаккин пичче?
— Эсĕ мана пĕлместĕн-им? — калаçрĕ Алтаккин. — Эпĕ хам кăмака тăватăп, хам пура пуратăп, пусăсем-тарасасем алтатăп. Чăваша мĕнле ĕç кирлĕ, пурне те витĕр пĕлсе тăратăп, ăсталăх енчен кивçене каймастăп. Хам пĕр-пĕччен хуйхăрнă чухне юрăсем шухăшласа кăларатăп та, чĕре пысăк ĕç тунă пек лăштах выртать. Эсĕ мана пĕрмаях хаваслă çӳрет, юптарать тетĕн-и? Çук, манăн тарăхса çитнипе ĕсĕклесе йĕни те пулать. Эпĕ çынсем хуйхă-суйха манса кайччăр тетĕп, вĕсене йăпатма кăна юптаратăп. Халь пурте вĕренмелле, чăваш Мускаври университета кĕмелле тесе çыраççĕ, пухусенче алă çупса калаçаççĕ. Ырă самана килсе çитрĕ те, Михаля шăллăм, çамрăк ĕмĕр иртсе кайрĕ, тăнлав çинчи çӳç кăвакарчĕ. Эх, вĕреннĕ пулсан, эпĕ Атăл урлă кĕпер хывăттăм, чăвашсен пӳрчĕсене çутă кĕртĕттĕм. Ĕнтĕ вăй-хал чакрĕ, çапах та икĕ йĕс турилкке çапса ялсем тăрăх танккаса çӳретĕп. Витре тĕплемелли çук-и? — тесе кăшкăратăп. Акă çакă ылтăн алăсене, — Алтаккин икĕ аллине те тăлăп çаннинчен кăларчĕ, — пысăк ĕç ĕçлеттерме хам çамрăк чух ырă самана килмерĕ. Халĕ килчĕ те... — Алтаккин пуçне ыйха кайнă пек усрĕ.
12
Çурхи хаваслă тĕнче хаяр хĕлпе тавлашса килни кирек хăçан та сисĕнсе тăрать. Чакак хĕлле тĕкне лапсăркка тытатчĕ, халĕ якалса кайнă, Михаля урампа иртнĕ чух ун пуçĕ тăрринчен хăвăрт вĕçсе иртрĕ, хӳрине пăлтăртаттарчĕ. Вулăс ĕçтăвкомĕ умĕнче çуналлă лашасем нумаййăн тăраççĕ, çурăмсем çинче хура кураксем лăпкăн лараççĕ, йăптăх çăмне хура сăмсисемпе тăпăлтараççĕ. Кĕрĕк пиншаклă çын кирпĕч çурт умĕнче уткаласа çӳрет, винтовкине çурăм хыçне çакнă, çаккăç чĕнне сылтăм аллипе тытнă.
— Эсĕ, юлташ, ăçта? — ыйтрĕ вăл утса пыракан Михаляран.
— Эпĕ Николай Петрович патне кĕрсе тухасшăн та. Вăхăчĕ пур-ши? — терĕ Михаля.
— Темле çав, — терĕ пиншаклă çын. — Халĕ кантур вĕлле пек кĕрлесе ларать, пĕри хут çырса хурçă перине чăйлаттарать, тепри çĕлĕкне хывать те урайне çапса вăрçать, тата тепри сĕтеле алă чăмăрĕпе шалт тутарать.
— Манăн ĕç йăпăртлăх çеç, — Михаля пиншаклă çынна палларĕ. — Эсĕ, Шерхулла, çынна та паллами пултăн-и? — терĕ Михаля.
— Халĕ хирте виçĕ шит хулăнăш юр выртнă чух аслати папай кĕрлетĕр, мана аçа çаптăр! — кăшкăрса ячĕ Шерхулла, Михаляна ыталаса илчĕ. — Чăвашсем: «Тутарăн ăсĕ хăйĕнчен малтан çӳрет», — теççĕ. Тĕрĕс мар иккен. Ай-хай, Михаля тăванăм, эпĕ, шакла пуç тутар, сана та паллайми пулнă, ватăлсах кайнă иккен. — Шерхулла Михаляна ытамĕнчен кăларчĕ те хăй çине кантур умĕнчи çынсене пăхтарса шавларĕ: — Сана курманни те нумай пулать, ху та питĕ улшăннă, çамрăкланса кайнă. Николай Петрович патне хамах ертсе кĕрем, эппин.
Шерхуллапа Михаля табак тĕтĕмĕ тулнă вăрăм кăритур тăрăх утрĕç.
— Кунта! — терĕ Шерхулла, хура сăран çапнă алăка яри уçрĕ те Михаляна аллинчен сĕтĕрнĕ пекех туртса кĕрсе кайрĕ.
— Николай Петрович, эсĕ тахçанах кĕтекен çын те утсах килнĕ, те пĕлĕтрен ӳкнĕ. Кантур умĕнче тĕл пултăм, — кăшкăрса калаçрĕ Шерхулла. — Эсир, Михаля шăллăм, тăраниччен калаçăр та, эсĕ вара манпа калаçма та хăвар, сăмах хутаççине салтса пĕтĕмпе ан силле, — терĕ те Шерхулла, тухса кайрĕ.
— Манăн юратнă Михаля пиччем вăрçăра пуçне хучĕ-шим тесе пурăнаттăм, сана курас шанчăка та çухатнăччĕ, — Вавилов сĕтел хушшинчен калаçсах тухрĕ, Михалян аллине хытă чăмăртарĕ.
— Эпĕ пĕр уйăхлăх госпитальтен килтĕм, вара комиссине тăрас та каяс пулать. Халăхпа калаçса та кураймарăм-ха, — терĕ Михаля.
— Эсĕ халĕ салтака каяс пирки ан шухăшла-ха, Михаля пичче, — Вавилов ун умне пырса тăчĕ. — Эсĕ кунта питĕ кирлĕ çын. Эсĕ килни çинчен Улангинран пĕлтĕм. Эпир сана, Михаля пичче, питĕ пысăк ĕç парасшăн, вулăсра çĕр комиссарĕ тăвасшăн.
— Манăн вĕренсе ларса çитмĕл йĕм çĕтмеллеччĕ, вара, тен, кăмиссарпа юнашар лармалли çын пулăттăм. Кунти пушă-çке, пĕр йĕркеллĕ шухăш та хваттере кĕмен. — Михаля хăй çамкине пӳрнепе кăтартрĕ.
— Улангин та санран нумай вĕренмен, анчах çар комиссарĕ вырăнче чипер ĕçлет, — хыттăн каларĕ Вавилов. — Çĕр комиссарĕ пулатăн эсĕ, Михаля пичче. Хирĕçле çăвар та ан уç, вĕренмен тесе çамкуна шаккаса ан лар. Килĕш те аллуна пар! — Вавилов алă тăсрĕ.
Михаля пĕтĕм пĕвĕпе каялла туртăнчĕ, чĕнмерĕ...
— Ытла кутăна ан пер ĕнтĕ, Михаля, мана итле, — терĕ волисполком председателĕ.
— Эпĕ питĕ сахал вĕреннĕ-çке, пысăк вырăна кĕрсе, Николай, сан ятна ярас килмест, — каларĕ Михаля, пуçне лăшт усса ларчĕ.
— Вĕренменнипе мухтанса ан лар, Михаля пичче! — Вавилов, çилленнĕ пек, хăвăрт уткаласа çӳрерĕ. — Эсĕ шурă хут таврашĕнче чăнах та сахал пулнă, анчах та пурнăç кĕнекине лайăх вĕреннĕ, куççульпе вуланă. Вĕреннĕ çынсем вулăсра пур, анчах вĕсен халăха юратни, уншăн çунни, уншăн вилме те хатĕр тăни çук. Кунта, акă, тĕслĕхрен, Иорданский пуп пурăнать, тĕрĕссипе каласан, пурăнмасть, халăх çăкăрне кăна çиет. Эпĕ ăна çĕр комиссарĕ вырăнне лартсан, вăл туртăнса тăмĕччĕ, килсе ларĕччĕ, чи лайăх çынсене çакса вĕлерме пăяв явтарĕччĕ.
Михаля тем калама тăнăччĕ — кабинета хĕрлĕ тутăрлă делегатка Чинук вăрт-варт пырса кĕчĕ. Председатель кабинетĕнче яланах çын пуррине хăнăхнипе пулмалла, Михаля çине пăхмарĕ те, тӳрех сĕтел патне иртсе, васкаса ыйтрĕ:
— Эсĕ мана чĕнтернĕ, терĕç. Мĕн ĕçпе-ши?
— Чинук аппа, — терĕ Вавилов, — эсĕ ача çуртне кайса кил-ха, тĕрĕсле. Пуп майри умĕнче хăвна хăюсăр ан тыт, Совет влаçĕ çынни пек, делегатка пек пул!
— Ăçтарах, вăл ача çурчĕ?
— Ĕлĕкхи кулач хуçи çуртĕнче... Эсĕ, Чинук аппа, ку çынна çаврăнса пăх-ха, тен, палласа илĕн, — Михаля çине тĕллесе кăтартрĕ Вавилов.
— Э-эй, Михаля-çке! — тĕлĕнчĕ Чинук. — Кунта сан яланах çын пур та, çаврăнса пăхас тесе шухăшламарăм та эпĕ. Аван-и, сывă-и, Михаля кӳршĕм? — Чинук Михаляна алă пачĕ. Михаля ура çине тăчĕ, Чинука алă панă чухне кĕçĕр каç курнă тĕлĕкне, Алтаккин Чинук пирки каланă сăмахсене аса илчĕ те вăтаннипе хăлха таран хĕрелчĕ. Çапах та сăмах калама чĕлхи çаврăнчĕ.
— Мĕнле пурăнатăн, Чинук тусăм? — терĕ.
— Халлĕхе пурăнатăп-ха, юмах-сăмах ваклама кĕçĕр ман пичче хваттерне пыр, калаçса ларăпăр. Халĕ эпĕ ачасен çуртне кайса килем-ха, — терĕ те Чинук кабинетран кĕнĕ пекех васкаса тухса кайрĕ.
Кунта кĕтмен çĕртен тĕл пулнинчен Михаля тĕлĕнсе ларчĕ, Вавиловпа çĕр пайĕн председателĕ пуласси çинчен калаçнă чухне те хăй курнă тĕлĕкĕ темиçе хут та асне килчĕ.
Чинук нимех те шутламарĕ, таçта чĕре тĕпĕнчен савăнăç çĕкленнине туйса илчĕ, туйса илчĕ те уйăраймарĕ: те савăнăç кăна, те çуллахи илемлĕ çанталăкри сарă хĕвел пек вĕри юрату... Вăл урампа васкаса утрĕ, утнă чухне аса илсе пычĕ. Кунтан инçех те мар кĕперпе каçса кайсанах чул çурт ларатчĕ, ун алăкĕ тăрринче вывеска çакăнса тăратчĕ. Пысăк хырăмлă сăмавар ӳкернĕччĕ, вăл чашкăрса пăс кăларса ларнине, сĕтел тавра икĕ тĕрĕллĕ кĕпеллĕ, мăк пек çăра сухаллă хресчен пĕр алăпа чей курки, тепринпе кулач чĕлли тытса ларнине кăтартнăччĕ. Чинук хĕр чухне ку лавккана кĕрсе курман, кулачине те çимен, анчах унта пĕçерекен кулач кăпăшка та тутлă иккенне çынсенчен илтнĕ. Çав симĕспе сăрланă калай вывеска çинчех ку лавккана виççĕмĕш гильдири купса Калашников тытса тăнине, вăл хуçа пулнине кăтартнăччĕ.
Чинук кĕперпе каçса кайрĕ, чул çурт умĕнче чарăнса тăчĕ. Хайхи вывеска вырăнне саваламан тăрăхла хăма татăкки çакнă, ун çине «Пичик ачасен çорчĕ» тесе тикĕтпе çырнă, тикĕчĕ шĕвĕрех пулнă ахăр, пур саспалли айĕнченех йăр-йăр юхса аннă.
— Ĕлĕкхи саманара илемлĕ сăрпа, халĕ тикĕтпе, — хăй тĕллĕн калаçса илчĕ Чинук. — Микулай тĕрĕс калать иккен, пуп чăваш та, вырăс та мар, пуп кăна, çавăнпа вăл хăй арăмне «пичик» тесе те, «çорчĕ» тесе те çыртарнă. Эпĕ шкулта пĕр çул та вĕренмен пулсан та капла çырмăттăм.
Чинук тимĕр пусма çинче сиксе илсе кăçатă тĕпне тасатса юр вĕçтерчĕ, йывăр алăка уçса кĕрсе кайрĕ, çап-çара пысăк пӳлĕмре çиелтен хура çитсăпа пустарнă кĕрĕк пальтоллă хĕрарăма курчĕ, çитси çĕтĕлсе пĕтнĕ, саплăкĕсем усăнса тăраççĕ. Хĕрарăм сарлака хырăмлă тăм чӳлмеке кусарпа шакка-шакка ватать.
— Ара, мĕншĕн эсĕ чипер чӳлмеке çĕмĕретĕн-ха, инке? — терĕ Чинук, тĕлĕнсе кайнă пекех пăхса тăчĕ.
— Эпĕ сана инке мар, урăххи! — хĕрарăм хаяррăн шурă куçпа пăхрĕ, мăйăх пекех хура çăмлă тутисене пĕркелерĕ те хытарчĕ.
— Пирĕн чăвашсем инке тесе хăйĕнчен аслăрах хĕрарăма сума суса калаççĕ. Эсĕ кам вара? — терĕ Чинук.
— Питĕ пĕлессӳ килсен, эпĕ Иорданская, Анна Павловна, пичик ачасен çорчĕн заведующийĕ, — хĕрарăм пукан çинчен тăчĕ, хăпарса тăракан кăкăрĕ урлă Чинук çине пăхса илчĕ. — Чӳлмек вататăп та тăватă татăкран тăватă турилкке тăватăп. Ачасене çитерме савăт-сапа çук. — Хĕрарăм вырăс сăмахĕсене чăвашлисемпе, чăвашлисене вырăслисемпе пăтратса калаçрĕ, Чинук «вара вăл калаçнине хăй ăнланнă пек чăвашлатса пычĕ.
— Пасарта йывăç савăт-сапа нумайччĕ-çке, — пулăшас пек калаçрĕ Чинук.
— Эбир немножко думать тăватпăр, йăпăр-йăпăр бегаем, как кăвакал кутăн чăматпăр. Ĕç тухмасть, — хĕрарăм алă сулчĕ те каллех чӳлмек ватма тытăнчĕ.
— Чăваш та, вырăс та марри паллă ĕнтĕ. Упăте-и ку, этем-и? — шухăшласа тăчĕ Чинук. — Ахальтен кун тутине çăм тухман-тăр.
— Эсĕ мин кунта шăршласа çӳретĕн? Килте ĕç çук-и, ачу çăкăр ыйтмасть-и? Эсĕ кам вара? — ыйтрĕ хĕрарăм.
— Питех те пĕлессӳ килсен, эпĕ Зинаида Станкова, делегатка. Килессе те эпĕ хам тĕллĕн килмерĕм, ĕçтăвком председателĕ Вавилов хушнипе кăна.
— Висем тĕрĕслеме хушаççĕ, хăйсем никакой помощи памаççĕ. Ничего, ничего не дают, — вăрçма пуçларĕ вăл. Вулăсри çынсем ача çуртне йĕркелес пирки волисполкомрисем нимех те тумаççĕ имĕш, пĕтĕмпе пуп майри кунĕн-çĕрĕн эхлетсе ĕçленипе ачасем тăранкалаççĕ пулать.
— Ку та манăн! — пуп майри урайĕнче выртакан пуртта урипе тапрĕ. — Ку та манăн! — терĕ вăл, хăваран явса тунă шӳрлĕкри йĕтĕре илчĕ те урайне таккарĕ.
— Эсир, Анна Павловна, хăвăра хĕрхенĕр, ытла çилленнипе ырă чунăра ан пăсăр, — ун хутне кĕнĕ пек йăваш сасăпа каларĕ Чинук.
— Совет влаçне ачасене çитерме пулăшатăп, — терĕ пуп майри, ку сăмахсене вăл нумай хут каланă пулĕ, çавăнпа чăвашлатсах çитернĕ. — Хам çĕтĕк-çатăка тăрса юлтăм, куратăн-и, мĕнле саплăклă пальтопа çӳретĕп. Намăс! Ыйткалакан пекех! — çинçе сассипе чанкăлтатрĕ пуп майри, Чинук çине сиксе ӳкес пек усаллăн пăхса. — Урампа иртсе çӳренĕ чух, — терĕ вăл, — йытă-качка хӳре тăратса сиксе тухать те мана киле çитичченех вĕрсе ăсатать. Ку турилккесене кĕрсе парас-ха, — терĕ пуп майри, айккинче пăс кăларнипе пас тытнă алăка аран-аран ахлатса уçрĕ, хупма тăчĕ, анчах Чинук хăлăпран ярса тытрĕ те хыçалтан кĕрсе кайрĕ.
Çĕрĕк купăста шăрши кӳ! персе сăмсана çапăнчĕ, куççуль кăларттарчĕ. Чинук, хăй алăк пуканĕ урлă каçсанах, шак хытса тĕлĕнсе кайрĕ. Урамран пăхсан тимĕр витнĕ кирпĕч çурт чиперехчĕ, тикĕтпе çырнă вывеска кăна пăсса тăратчĕ. Тулта яка тимĕр, шалта пăсăк нимĕр иккен.
Алăк патĕнче тăрăхла кăмака, унăн хĕррине кирпĕч купаласа тултарнă та пысăк хуран кĕртсе лартнă. Хуранĕнчен пăс явăнса тухать, мачча тарласа кайнă та ун çинчен пăт-пат шыв тумламĕсем ӳксе тăраççĕ. Ку пӳлĕмре сывлама çук, кунта шăршлă пăсара та пĕр самант лăпкă тăраймĕ. Урай варрине каскасем лартнă, вĕсем çине хăма хурса тухнă. Хăваран явнă карçинккасене, хур йăви пекскерсене, саксем çине лартса тухнă, пуринче те аяла çĕтĕк михĕсем сарнă. Унта ачасем выртаççĕ, çывăраççĕ-и вĕсем, макăрса халран кайнă-и, — пĕлме çук. Çапса хĕстернĕ пек йывăр сывлăшра йынăшни те урапа тăпăлтатни кăна илтĕнкелесе тăрать. Чинук тĕпеле иртмерĕ, алăк патнерехри пĕр карçинккана пырса пăхрĕ. Шăммисене типсе кайнă ӳчĕ аран тытса тăракан пысăк хырăмлă пĕчĕкçĕ ача выртать, куç лупашкисене пӳр тулнă. Мĕскĕн ача куçне шăлма-ши, кирĕклĕ пуçне хыçма-ши аллине аран çĕклесе илет те, лĕнчĕр-ленчĕр алли кăкăрĕ çине ӳкет.
Тĕпелте пĕр ача хытах макăрни илтĕнсе кайсан, Чинук икĕ хăма сак хушшипе çавăнталла утрĕ, икĕ енче те ларакан шăршлă карçинккасене пăхасси килмерĕ, чунĕ тăвăлса пычĕ. Леш карçинккари ача хăй çийĕнчи çĕтĕк сăхмана урипе тапса янă, карçинкки сиккеленчĕ, урайне персе ӳкрĕ, ачана ӳпĕнсе хупласа хучĕ. Шари çухăрни Чинук чĕрине вĕтĕ кĕленче сапнă пек касрĕ, вара Чинук хăвăрт чупса пычĕ те ачана алла илчĕ.
— Ара эсĕ питĕ чипер-çке, хĕрĕм! — Чинук ачана аллипе ыталаса сиктерчĕ, хăй патне шурă чĕрçиттиллĕ çамрăк чăваш хĕрарăмĕ килсе тăнине курах кайрĕ. — Мĕн ятлă ку? — ыйтрĕ унран.
— Анăхвис! — терĕ хĕрарăм, Чинук çине мĕскĕннĕн, тарăхнăн пăхса илчĕ.
— Епле-ха эсĕ, Анăхвис, ыттисенчен çирĕп те, илемлĕ те, паттăр та, — Чинук ачана хăй алли çине лартса пăха-пăха илчĕ. — Ку ачан ашшĕ-амăшĕ пулнă-тăр, — терĕ.
— Анăхвисе ĕнер кăна илсе килнĕ-ха, çавăнпа вăл тĕреклĕ, — терĕ шурă чĕрçиттиллĕ хĕрарăм. Эпĕ хам Çатрасем, ашшĕ-амăшне чиперех пĕлетĕп. Ашшĕ, йĕпкĕн хура кăтра çӳçлĕ çын, вăрçăра пуç хучĕ, амăшĕ кĕрхи кăлкан пек сарă çӳçлĕччĕ, те пысăк хуйхă пуснипе, те арçын ĕçĕнче лаша пекех ĕçленипе ванса вилсе кайрĕ, чиперкке Анăхвисе тăлăха тăратса хăварчĕ. Кунта мĕскĕн пурнăç тупаймĕ, пăртакçă пĕчĕк урисемпе тапкаланĕ те леш тĕнчене хăй амăшĕ патне ăсанĕ, çылăхсăр пулĕ, — шурă чĕрçиттиллĕ хĕрарăм макăрсах ячĕ.
— Эсĕ ăна ху пăхкала, — терĕ Чинук.
— Мĕн ман пăхкаласси, — хĕрарăм куçне чĕрçитти вĕçĕпе шăлчĕ. — Эпĕ кунта урай шăлатăп, урай çăватăп. Тӳррĕн калакан тăванне юраман, кунти арçурисене юратăн-и?
— Элек-челек калатăн-и? — Тепĕр пӳлĕмрен алăк хушшине пĕтĕмпех хупласа тачка хĕрарăм пашлатса килсе тухрĕ, утнă чух пĕтĕм ӳт-тирĕ силленсе пырать, урай хăмисем лăчăрт-лăчăрт тăваççĕ.
— Вăл нимле элек те сармасть, чипер Анăхвисĕн ашшĕ-амăшĕ çинчен кăна каласа парать, — Чинукăн тачка ӳт купи çине пăхас та килмерĕ, çӳçĕнчен тытса тăлпалас пек çилĕ килчĕ. Аллинчи Анăхвис çывăрса кайсан, ăна карçинкка тĕпне михĕ сарса çывратма пĕшкĕнсен, сак айĕнче хытă урайĕнче икĕ ача выртнине курах кайрĕ. Шăннă шăла пулă пек выртаççĕ мĕскĕнсем.
— Мĕскер ку? — сехрине хăпартсах çухăрса ячĕ Чинук.
— Нимех те тĕлĕнмелли çук, — лăпкăн каларĕ тачки, — вилеççĕ. Вĕсем йывăр саманара çылăха кĕмеççĕ, таса чунпа ăсанаççĕ. Пытарса ĕлкĕрме те çук.
— Чирпе-и, ахаль-и? — Чинук тачки çине хăяккăн хулпуççи урлă пăхса илчĕ.
— Варвиттипе, — терĕ тачки.
— Мĕн çитеретĕр вĕсене? Мĕншĕн варвитти чарăнмасть?
— Эсĕ пĕчĕк ача пекех калаçатăн, — терĕ тачки. — Пур пеккине пурне те урама кайса тăкмастпăр, Совет влаçĕ панине пурне те ачасен карланкине яратпăр. Совет влаçĕ чухăн-çке, нимех те параймасть. Купăстана та хам килтен илсе килетĕп, хамăр выçă ларасран шикленместпĕр, кунта сĕтĕретпĕр.
— Аплах мар пулĕ, — алă сулчĕ Чинук. — Рис пăтти çитерсенех, варвитти чирĕ ача хырăмĕнчен тухса тарать. Вулăсра мана каласа ĕнентерчĕç, рис кĕрпи те маннă панă терĕç. Совет влаçĕ халь пуянах мар, çапах ачасем валли вăл тупса паратех.
— И-и, вăл кĕрпе нумай-и, — тутисене чаплаттарса каларĕ повар. — Вулăсрисем çерçи çимелĕх параççĕ те: — Лаша тăранмалăх патăмăр, тесе мухтанаççĕ.
— Кунта сирĕн пĕр пĕрчĕ рис шăрши те çук, çĕрĕк купăста шăрши кăна, — Чинук çилленсе тачка повар еннелле çаврăнса тăчĕ.
— Пирĕн Анна Павловна ачасене питĕ хĕрхенет, пăхма пĕлет, ăс енчен ниçта та кивçене каймасть, хăй вĕреннĕ çын, акă çакăн пек хулăн кĕнекесем вуланă, — тачки икĕ аллине хире-хирĕç тытса каларĕ.
— Мĕне вĕреннĕ вăл, тырă вырма-и, авăн çапма-и? — хирĕçес темесен те, тӳссе тăраймарĕ Чинук.
— Эсир Иван тесе çырнине пăван тесе вулатăр, — вĕтĕ шăлсем витĕр калаçрĕ тачки, — çапах та хăвăра саккунçăсем вырăнне хуратăр, пуçăрсем чăх кашти айĕнче вараланнă пулсан та, тĕрĕслесе çӳретĕр, тасалăх пирки кăшкăрашатăр.
— Иорданская кунта-и? — ыйтрĕ Чинук, ун пĕтĕм ӳт-тирĕ вĕриленсе кайрĕ.
— Вăл купăста шăршинче çӳресе анранă, — тачки кутăн çаврăнса тăчĕ. — Эсĕ ăна хăратасшăн пулĕ-ха. Вăл сиртен пин хут аслисене курнă, Хусан архирейĕ те унпа пĕр кĕреке хушшинче ларнă, чăваш хĕрарăмĕ килсе çулăхнинчен вăл хăяк та тумасть, выртать те çывăрать. — Тачка хĕрарăм тата тем те мăкăртатрĕ, тепĕр пӳлĕме кĕрсе кайрĕ.
— Куртăн-и, — терĕ Чинука шурă чĕрçиттиллĕ хĕрарăм, — кунта вун икĕ пăтлă мăнтăр арçури хысна кулачне çисе пурăнать. Вăл пĕрре ларсан, хам куçăмпа курнă ĕнтĕ, çĕр ачана çимелли рис пăттине пĕр самантрах çисе ярать, тупата. Вара какăрса аран йăраланса çӳрет, виçĕ утăм пусать те пукан çине ларса канать. Вăл, пĕлетĕн-и, кам?
— Çук, — терĕ Чинук.
— Çакă кирпĕч çурт унăн упăшки лавкки пулнă, кунта çакă тачка майра пысăк хуçа пулнă, тарçисене кулач пĕçерттернĕ. Халĕ татах хуçа пулса тăнă, ачасене çĕрĕк купăста çитерсе вĕлерет. Леш пӳлĕме кĕрсе кур-ха, — терĕ шурă чĕрçиттиллĕ хĕрарăм. Чинука пĕр аллипе хулĕнчен тытрĕ, тепĕр аллипе алăк уçрĕ.
Леш тачки чӳлмек катăкĕсем çине купăста пăтти пекки антарнă, урайĕнчи карçинккара выртакан пĕр ачан çăварне кашăкпа ярать. Шурăхса кайнă ача пĕтĕм ӳчĕпе туртăшса çăткалать те хăсса кăларать.
— Ку апатпа ача пурăнаймĕ, — терĕ Чинук.
— Унта пĕр пĕрчĕ çу çук, — чӳлмек катăкĕ çине пăхса тăчĕ шурă чĕрçиттиллĕ хĕрарăм.
— Молчать, аппайккă! — кăшкăрчĕ тачки. — Сана кунта хĕрхеннĕ, урай çума илнĕ, эсĕ, пур, чăваш патши пулса кайнă та хăвăн çук ăсна çынсене валеçсе çӳресшĕн.
— Эпĕ сана аппайккă теме пăрахтаратăп, тислĕк хутаççи! — кăшкăрса илчĕ шурă черçиттиллĕ хĕрарăм.
— Аппайккă ĕнтĕ! Тата кам пуласшăн, вулăсри чаплă кăмиссар-и?
— Эсĕ, кулач хуçи майри, совет çăкăрне чыхса вун икĕ пăта çитрĕн те, манран, суха çыннинчен, салтак арăмĕнчен, куласшăн-и? — шурă чĕрçиттиллĕ хĕрарăм кĕтесре тăракан урай шăлмалли мелкене ярса тытрĕ, тачкине питĕнчен çапас пек силлерĕ.
— Ара эсĕ хăвна ху йĕркеллĕ тыткала, — терĕ тачки, пит-куçне икĕ аллипе те хупăрларĕ, Чинук хӳттинче тухса тарма хатĕрленчĕ.
— Эпĕ сана тахçанах асăнтарма хатĕрленнĕччĕ-ха, — тулхăрса калаçрĕ шурă чĕрçиттиллĕ хĕрарăм.
Чинук йывăр шăршăра антрасах çитрĕ, хуйхăллă шухăшпа та ывăнчĕ, вара тӳссе тăраймарĕ, алăка яри уçса пăрахсах тухрĕ, купăста шӳрпи умĕнчи ача çухăрса янине, шурă чĕрçиттиллĕ хĕрарăм вăрçнине илтрĕ, карçинккасем хушшинчен хăвăрт иртрĕ, тата икĕ алăка уçса хупрĕ те тимĕр пусма çинчен анчĕ. Анса пыракан хĕвел çуртсен кантăкĕсене, Атăл хĕрринчи тирек тăррисене хĕретнĕччĕ, çил вăштăр-вăштăр вĕретчĕ, Чинукăн уçă сывлăшра малтан пуçĕ çаврăнчĕ, кăмăлĕ лĕкленсе пăтранса пычĕ те каярахпа сывлăш тутлă пек туйăнчĕ, ăш-чик апат ыйтни те сисĕнчĕ. Вăл пиччĕшĕн хваттерне васкарĕ.
Майра инке Чинука килмессерен пĕтĕм кăмăлне юрасшăн тăрăшать, хăй ватă пулсан та, ун тавра чупкаланă пек çӳрет, вăл çеç ăна Зинаида тесе чĕнет, урăх никам та ун пек хисеплемест. Вăл турчка та, çатма аври те тытса кăмака умĕнче кĕрмешрĕ.
— Шерхулла халиччен пĕр çерçине те персе ӳкермен пулсан та, ĕнер мулкач тытса килчĕ. Мулкач яшкине çисе пăх, Зинаида. — Майра инке пĕр йывăç чашăк тулли яшка, пĕр кĕленче курка чей килсе лартрĕ.
— Пиччупа Вавилов яла тухса кайрĕç-ха, — терĕ вăл.
Вавилов ĕçтăвкомра çуккине пĕлсен, Чинук, иртерех пулин те, выртса çывăрас терĕ. Кунĕпе ĕçре ĕшеннĕскер, вăл часах çывăрса кайрĕ.
Чӳречесем ирхи çутăпа кăвакарнă чухне Чинук вăранчĕ, хăйпе юнашар выртакан Иркка аллине хăй мăйĕ çинчен хуллен сирчĕ те тăрса ларчĕ, тĕлĕкре те курăнса ăшне пăшархантарнă Анăхвисе аса илчĕ. Вăл никама вăратмасăр шăппăн тухса каясшăнччĕ, анчах чăлхасене те, кăçатсене те хыпаланса çӳресе тупаймарĕ.
Кăмака хыçĕнчен кушак пек асăрханса майра инке тухрĕ, таçтан — те кăмака умĕнчен, те кăмака çинчен — ăшă чăлхапа кăçат йăтса килсе пачĕ.
— Питех васкатăн пулсан, акă çакна, улма куклине илсе кай, — пăшăлтатса каларĕ вăл Чинука, тутăр татăккин çыххине тыттарчĕ.
Урама тухсан, урине кĕççе çине пуснă пек çемçе туйăнчĕ. Çĕрле кăпăшка çемçе юр çуса кайнă иккен, пĕтĕм тавралăх шап-шурă.
Вулăс кантурĕ умĕнчен иртсе пынă чухне Чинук пĕр пăшаллă этем уткаласа çӳренине курчĕ.
— Пичче, шăнмастăн-и? — терĕ вăл, ун патне çитсе тăрсан.
— Ытла ĕнтĕркес патнех çитместĕп эпĕ, — терĕ Макçи, — кантура кĕрсе ларатăп та кăмака çумне тайăнатăп. Микулайпа Михаля çĕр хута калаçса ларчĕç, нумаях пулмасть вĕсен çути сӳнчĕ, кантур пӳлĕмĕнчех выртса çывăрчĕç.
— Пичче, Михаляна хăвăн хваттерне илсе каймаллаччĕ, — терĕ Чинук.
— Эпĕ ăна темиçе хут та каларăм, Микулай: — Пирĕн унпа калаçмалли нумай-ха, — тесе тытса тăчĕ. — Эсĕ, йăмăкăм, мĕншĕн ирех танккатăн?
— Пысăк ĕç пур-ха, — терĕ Чинук, малалла уттарчĕ. Кирпĕч çурт тĕлĕнче çăпата йĕррине курчĕ: — Шурă чĕрçиттилли килнĕ ĕнтĕ, — шухăшларĕ вăл. Алăка уçса ярсанах, чăнах та, сивĕ пӳлĕмре çав хĕрарăма курчĕ.
— Анăхвис вилнĕ, — терĕ вăл, йĕрсе ячĕ.
— Мĕнле?
— Мĕнлине пĕлме те çук, — хĕрарăм куçне алă тӳрчĕпе шăлса калаçрĕ. — Тачка майра çĕрле çурта питĕрсе хăварать, мана та хăваласа кăларать. Ачасем хăйсем тĕллĕн тăрса юлаççĕ. Макăраççĕ-и, урайне персе ӳкеççĕ-и, вĕсем çинчен никам та шухăшламасть. Эпĕ паян кăвак çутăпа килсе çитрĕм те Анăхвис патне кайрăм. Пуçне икĕ аллипе ярса тытнă, куçне хупман, хăй хытă шăннă пек кукăрăлнă. Тытса пăхатăп та — сивĕ. — Чĕрçиттиллĕ хĕрарăм макăрса ячĕ те: — Пуп майрине те, кулач хуçа арăмне те çĕр çăттăр! — тесе сăхсăхрĕ.
— Эсир каллех кунта саккун кăларатăр-и? — терĕ тачка хĕрарăм алăкран кĕнĕ-кĕменех, хăй вăл тăлăп пек шалпар кĕрĕк тăхăнса янă, хăйне чухăн пек кăтартас тесе ĕнтĕ, пиçиххи вырăнне кантра çыхнă. — Эсĕ хĕтĕртнипе, — терĕ вăл Чинука, — çакă киревсĕр чун, — леш хĕрарăма пӳрнепе тĕллерĕ, — мана мелкепе хăмсарчĕ. Эпĕ ăна паянах суда паратăп.
— Ăна-ши, санпа пуп майрине-ши суда памалла? — Чинук тачка хĕрарăм умне пырса тăчĕ. — Эсир иксĕр, патша саманин йĕксĕкĕсем, халăх ачисене юри вĕлеретĕр. Ĕнер çеç Анăхвис паттăрччĕ, çĕрле вилсе выртнă. Иорданская ăçта?
— Анна Павловна паян ерçеймест, — ачашшăн калаçма тытăнчĕ тачки. — Паян унăн менелник. Хĕрĕхе çитет.
— Халĕ ăçта вăл?
— Килĕнче, ăçта пултăр урăх. Паян кунта килсе тухаймасть вăл, — терĕ повар.
Чинук сак хĕрне хунă алсишне карт туртса илчĕ те, алăка çиллес тĕртсе уçса, ача çуртĕнчен тухса кайрĕ.
13
Вулăса çитсен, Алтаккин никам патне те кĕрсе тухмарĕ, хăвăрт утрĕ, пуп çурчĕ умĕнчен иртнĕ чухне чарăнарах тăчĕ. Вулăс ялĕнче темле пуянсен çурчĕсем те пур, анчах пуп çурчĕ: «Аллилуя! Турра шĕкĕр», тенĕ пек каçăрăлать. Тултан хăмасемпе тыттарнă çурт тăррине тепĕр пӳрт, мезонин текеннине, лартнă. Пуп унта çулла пурăнать, крыльци çине тухса ларать, чашăка икĕ аллипе тытса чей ĕçет. Алтаккин хуллен утса пынă чухне чӳречерен çӳлти куçĕ уçăлчĕ те, мăн сасă илтĕнчĕ:
— Эй! Эй, кĕрсе тух-ха, турă чури Евдокимий!
— Эпĕ ялта Алтаккин, пуп патĕнче Евдокимий, — кулкаласа илчĕ Алтаккин, тăррине йывăçран касса упа туса лартнă пысăк хапха патне пырса тăрсанах. Килкартинче йытă ялсенчи йытăсем пек янраса тăракан сасăпа мар, мăнкăмăллăн вĕрчĕ.
— Молчать, Жигай! — илтĕнчĕ пуп майрин çинçе сасси.
«Усал хĕрарăм сасси çинçе пулать, кĕленче ваннă пек янраса илет те чĕрене касать», — шухăшларĕ Алтаккин, хапхан йĕс хăлăпне тытса. Кĕçĕн хапха уçăлнă чух йĕс шăнкăрав сасă пачĕ.
Сарлака килкартине хӳме тытса çавăрнă, тирпейлĕ касса вакланă хурăнпа юман вуттине çӳллĕ шаршанласа хурса тухнă.
— Ай-ай эсир, матушки, пуян пурăнатăр-çке! Ку шаршансене хĕрĕх çул хутсан та пĕтереймĕн, — терĕ Алтаккин, мулкач тир çĕлĕкне хывса пуç тайрĕ чăпар халатпа тăракан хĕрарăма.
— Запас карман не дерет, — терĕ пуп майри. — Вырăсла çапла калаççĕ. Чăвашла мĕнле-ши?
— Хатĕрри укçа ыйтмасть тетпĕр эпир, анчах пирĕн хатĕрри çук. — Алтаккин çĕлĕкне тăхăнмарĕ, пуп умĕнче тепре хывмаллине астуса утрĕ.
— Эпир батюшкăпа иксĕмĕр йывăр саманара та кил-çурта тирпейлĕ тытасшăн, çĕрле те виçĕ хут вăранса каятпăр, — пуп майри крыльца çинче вырăсла калаçса тăчĕ, кашкăр пек сăрă та пысăк йытă хуçи умĕнче тăчĕ, хуçи хушсан, килнĕ çын çине сиксе ӳкме хатĕр пулчĕ.
— Эсĕ урампа иртсе пынă чухне савăнсах кайрăм, сиксе тухасшăнччĕ те кăçат тăхăнса вăхăт ирттерес темерĕм, форточкăна уçса кăшкăртăм. Кухня кăмаки тĕтĕм кăларать, — вырăсла калаçрĕ пуп, Алтаккин пырса кĕрсенех.
— Эпĕ сирĕн библипе евангелие пĕлместĕп, анчах кăмакана пĕрре тултан пăхса илетĕп те шалтине пĕлетĕп. Сирĕн хĕртнĕ кирпĕч пур-и?
— Ара, Евдокимий, пирĕн хăйăр та, тăм та, кирпĕч те хатĕр, — хыпаланса калаçрĕ пуп майри.
— Тăм çеç мар, — тутисене сарсах кулса илчĕ пуп. — Карланку шăнас пулсан, ăна ăшăтма ахаль эрех мар, спирт та хатĕр. — Пуп, аялтан тилĕ тирĕ тыттарнă халатне сирсе, хырăмне каçăртса ахăлтатса кулса ячĕ.
— Эсир мана халĕ спирт мар, вĕри шыв хатĕрлесе парăр! — терĕ Алтаккин, кĕрĕкне алăк патĕнчи пăтаран çакрĕ.
— Эй! — кăшкăрчĕ пуп майри.
Çав самант таçтан çап-çамрăк хĕрача сиксе тухрĕ.
«Эх, пурнăç! — тарăхса шухăшларĕ Алтаккин. — Чăваш хĕрне ятпа чĕнмеççĕ, эй! тесе кăшкăраççĕ. Ку шуйттан майри йыттине ятпа чĕнчĕ, ăна пуçĕнчен алăпа ачашларĕ».
— Эй, эсĕ халех леш пӳлĕмри галанкăна хут та вĕри шыв хатĕрле! — пуп майри хĕрачана вырăсла хăтăрсах каларĕ, хăй çĕтĕк-çатăк çитсă туллă кĕрĕк тăхăнса ячĕ: — Эсĕ, батюшка, кунта пăхкала. Эпĕ ача çуртне каятăп, — терĕ те тухса кайрĕ.
«Эх, пурнăç, санăн миçе кăна пăрăнăç! Чип-чипер хĕре эй! тесе кăшкăраççĕ». — Алтаккинăн ĕçлесси килмерĕ, аллисем тунисенчен çапнă пек лăшт кайрĕç, тухса тарас пек чунĕ тулашрĕ.
— Ыран ирхинене кăмака юсаса пĕтермеллех, — терĕ пуп. — Ыран матушка менелникне кукăль пиçмелле.
— Менелликсĕр пурăнма пулмасть-и? — Алтаккин юптарса каласшăн пулчĕ, анчах çилли килнипе шăлне шăлт çыртрĕ.
— Менелниксĕр юрамасть, — пуп диван çине тăсăлса выртрĕ, — çутă тĕнчене çуратса янăшăн çӳлти турра тав тумалла.
— Эпĕ хам çуралнă куна та пĕлместĕп, — тет Алтаккин. — Мана анне: эсĕ ачам кĕçнерни кун, çăмăл кун, çуралнă, тетчĕ, пуп юн кун çуралнă тесе çырса хунă, тет.
— Эсĕ, Евдокимий, чĕлхе чаракне пĕлсе калаç, — пуп шăмарнă сасăпа калаçать. — Эсĕ пуп ан те, священник те.
— Пирĕн, тăпра халăхĕн, чĕлхе туратлă çав, — тет Алтаккин, — сăмаха çерçи пек кăларса яратпăр та вăл ăçта пырса ларассине чухлаймастпăр. Пирĕн менелник çук, сирĕн пур. Мĕншĕн ара, Варфоломий атте?
Алтаккин çапла хисеплесе чăнни пупа савăнтарчĕ, вара вăл диван çинче выртмарĕ, çĕкленсе ларчĕ.
— Турă тĕнчене тип-тикĕс туман, пĕрне ку тĕнчере тертрех пурăнма, леш тĕнчере ырлăх курма хушнă, теприне — ку тĕнчере ырлăх...
— Эсир арăмупа ку тĕнчере сăваплă пурнăç кăна куратăр, Варфоломий атте, — ачашшăн пек калаçрĕ Алтаккин. — Леш тĕнчере вара вĕри çатма çулатăр-и, вĕри сăмала хуранĕнче ларатăр-и?
— Хăрушă, ан палка, Евдокимий! — Пуп диван çинчен сиксе тăчĕ. — Сана турă йăваш чун пилленĕ, чĕлхӳне çĕлен панă-тăр.
— Мана чĕлхе те, чун та атте-анне панă, урăх никам та мар.
Хĕрача тултан кункăра йăтса килчĕ, тепĕр пӳлĕме кĕрсе кайрĕ те пĕр чӳлмеке икĕ айккинчен тытса тухса ӳпĕнтерчĕ, шывне кункăрана ячĕ.
— Тăм çăрма тытăнатпăр-и, Алтаккин пичче? — терĕ хĕр.
— Эсĕ, чиперскер, ман ята та пĕлетĕн-и? — Алтаккин шалт тĕлĕннĕ пекех каларĕ.
— Ку таврара сана кам пĕлмест-ши? Эсĕ пирĕн Чишма ялĕнче час-часах пулкалатăн, пире те кăмака кăларса панăччĕ.
— Кăмака сирĕн хитре çунать-и, çăкăра çемçе ăшлă пĕçермест-и? — ыйтрĕ Алтаккин.
— Вут кăмакара явăнса çунать, кăмака çине те, тăватă айккине те хытă хĕртет. Чуста пур чух çăкăра питĕ лайăх пĕçерет, çăкăр чĕллисем вара арбузăнни пек лайăх касăлаççĕ. — Хĕрача халĕ килти çăкăрне çинĕ пек тутлă каларĕ те: — Килте чуста тума çăнăх пулсан, кунта усал сăмах хушшинче ăшаланса чупкаламăттăм.
— Эй, унта нумай ан пĕлкелеш! — кăшкăрчĕ пуп, вăл Алтаккина вырăсла калатчĕ, халĕ чăвашла харкашса илчĕ, каллех йăванса кайса выртнипе диван лăчăртатрĕ.
— Ухмах пуçпа укçа пирки те калаçмарăм, суккăр пăван пек килсе çаклантăм та ĕçлесех пулать ĕнтĕ, — шухăшларĕ Алтаккин, хартлатса çывăракан пупран кивĕ пиншак ыйтмарĕ, улача кĕпи чиперех пулин те, кăмакана çавăнпах пилĕк таран кĕчĕ те кивелнĕ кирпĕчсене кусарпа хайăрса кăларчĕ. Хĕрача кунĕпех пӳртре пĕр сăмах та чĕнмерĕ, чӳлмекпе шыв йăта-йăта килсе тăчĕ, тăм çăрчĕ, катăк кирпĕчсене витрене тултара-тултара йăтса тухрĕ, урам урлах кайса çырана тăкрĕ. Алтаккинăн пырне хăрăм ларчĕ, кăмака маччине юсаса çĕнĕ кирпĕчсем хунă чухне пуçĕ çаврăнчĕ, çавăнпа вăл килкартине тухса уткаларĕ.
— Эх, Алтаккин пичче, тĕнчере темле чунлă çынсем те пур иккен, — тулта та пăшăлтатса калаçрĕ хĕрача. — Пуппа майри иккĕш те хăйсене тем пекех пысăк вĕреннĕ тесе шутлаççĕ, диван çине юнашар пырса лараççĕ те чăвашсене темле тиркеççĕ, коммунистсене вара халех çакса вĕлерес пекех ылханаççĕ. Вĕсем мана тăм пуç теççĕ, ниме те ăнланман янавар вырăнне картаççĕ, анчах эпĕ вырăсла та тĕшмĕртетĕп, хам чăваш пулса çуралнишĕн атте-аннене ӳпкелеместĕп.
— Ан пăшăрхан, хĕрĕм, ку саманара пирĕн урама уяв кĕрлесе килĕ, вĕсен урамĕнче куршанакпа мăян ӳсĕ. Вĕсен пурнăçĕн тымарĕ хăрса пырать, пирĕн пурнăç тымар ярать, — Алтаккин хĕрачана хулпуççинчен лăпкаса каларĕ.
Алтаккин хăвăртрах туса пĕтерме тăрăшсах ĕçлерĕ, выçăхса çитсен те пуп ăна апат çиме чĕнмерĕ, алăкне хупнă пӳлĕмĕнчен какай яшки шăрши тухрĕ, Алтаккинăн чĕлхине кăтăкларĕ. Тĕттĕм хуллен-хуллен карăнчĕ. Пуп майри таврăнчĕ, кăмака маччине хыпаласа юсакан Алтаккине уринчен турткаларĕ.
— Кăмака ыран ирхине хатĕр пулать-и? Кукăль пĕçерме чуста лартма юрать-и? — тесе кăшкăрчĕ вăл.
Алтаккин, месерле выртаканскер, ӳпне çаврăнчĕ те кăмакаран тухрĕ, сăмси шăтăкĕсене ларса тулнă хăрăма сирпĕтсе чыхăнчĕ.
— Турă сывлăх патăр! — терĕ пуп майри.
— Ĕçлесси, кăмака пулать ĕнтĕ, — терĕ Алтаккин. — Турри сире пулăшать те пирĕн енне çаврăнса та пăхмасть, таçти çӳлти çиччĕмĕш пĕлĕт çинче ура усса ларать.
— Ир валли туса пĕтересех пулать, çĕрле те ĕçлемелле, — эй, лампă çут кунта! — тесе кăшкăрчĕ вăл.
Алтаккин кил картине тухрĕ, хăйне пуп патне килсе кĕнишĕн ятласа çамкаран аллипе çапса илчĕ: «Тăр ухмах!» — терĕ, пит çăмартисене те, ĕнсине те сивĕ юрпа нăтăртаттарсах хырса çурĕ, кĕпе аркисем хăрăмланнă пулсан та, вĕсемпех шăлăнчĕ те каялла пӳрте кĕчĕ. Кăмака умне пĕр пукан çине мăчăлти куç лампа лартнă, ытти икĕ пӳлĕмре хĕвел анас чухне хăйĕн татăкĕсене пăрахса хăварнă пек пысăк лампăсем ялкăшсах çунаççĕ.
— Çĕрле те ĕçлетĕн-и? — тесе, пуп майри каллех килсе çулăхрĕ. — Эпĕ чуста лартма хушрăм ĕнтĕ.
— Эпĕ туссем патне каятăп, апат çиетĕп те çывăратăп.
— Пĕр кайсан, килмест вăл, — пуп пӳлĕмрен хыпаланса тухрĕ.
— Эсĕ ăна çитермерĕн-им, — ыйтрĕ пуп майри.
— Хăй ыйтмарĕ-çке.
Алтаккин алăк патнелле утма туртăнчĕ, анчах пуппа майри иккĕшĕ те ун умне тухса тăчĕç.
— Эпĕ сана, ырă çыннăм, яланах хăна тума хатĕр. Манăн пӳлĕме кайăпăр та сĕтел хушшине ларăпăр, — терĕ пуп, чăнах та, Алтаккина аллинчен сĕтĕрсех çап-çутă пӳлĕме çавăтса кĕчĕ, хыçлă пукан çине лартрĕ.
Нумаях та вăхăт иртмерĕ, пуп майри пысăк хырăмлă, кĕске мăйлă кĕленче савăта сĕтел çине лартрĕ.
— Эй, какайпа çăкăр илсе кил! — кăшкăрчĕ вăл.
Хĕрача такăнса ӳкес пекех вирхĕнсе кĕчĕ, çăкăрпа какай татăкĕсем хунă подноса сĕтел çине лартрĕ.
— Эсĕ чăвашла чиперех калаçатăн-çке, — тĕлĕннĕ пекех пăхса илчĕ Алтаккин.
— Эпĕ ӳсĕр чухне вырăсла мансах каятăп, — терĕ вăл, — чăвашла вара шыв пекех юхтаратăп. Манăн анне вырăс майри пулнă, атте — чăваш çынни, тиечук.
— Апла эсир, аçупа иксĕр, питĕ те ăнăçлă вырăнсене пырса ларнă, суха тытса тертленмен. Пуп кушакки пулă тытать, тиечук йытти тилĕ тытать, теççĕ чăвашсем, — Алтаккин юрланă пекех каларĕ.
— Атте ман питĕ чее пулнă, хура халăхшăн кĕл тусах пуйса кайнă, чăвашсем хушшинче çăмарта пухса çӳренĕ, пыра-киле Хусанта икĕ хутлă кирпĕч çурт лартнă.
— Эсĕ ху чăваш пулсан, мĕншĕн вара сан, Варфоломий атте, хушамату Иорданский? — терĕ Алтаккин, екки ярсах калаçакан пупа хăй черкке тултарса пачĕ.
— Мĕншĕн манăн хушамат çаплах чаплă-и? — пуп черккине ĕçсе ячĕ те какайлă шăмă кăшларĕ. — Манăн çамрăк чухне, семинарире вĕреннĕ вăхăтра, хушамат Ивановчĕ, ят Ваçлейччĕ. Мăчăлти куçлă чăвашсем Иванов хушаматпа çӳреççĕ. Ун пек намăс курас темерĕм, хама хитре янракан хушамат тупрăм. Иорданский!.
Алтаккин хăй ӳсĕрĕлсе пынине, çан-çурăмĕ вĕриленсе кайнине, чĕркуççисем лĕнчĕрккеленсе пынине сисрĕ, алăк патĕнчи пăтаран хăй кĕрĕкне ялсе кăмака хыçне кайрĕ, урайне кĕрĕк сарчĕ, пĕр кирпĕч çине çĕлĕк хучĕ те выртрĕ, хăй куç хупнине те астуса юлаймарĕ.
Вăл тĕттĕмре вăранса кайсанах, пыр тĕпĕ типсе кайнине, чĕлхе çăвар маччине çыпçăннине, пуçелĕк вырăнне çемçе мулкач тир çĕлĕкне хунă пулсан та, хăлха кирпĕч çинче лапчăнса выртнипе ыратнине сисрĕ тата пĕр пӳлĕмре пуп, тепĕр пӳлĕмре майри харлатнине илтрĕ.
Вăл ура çине тăчĕ, пĕчĕк пӳлĕмре мăчăлти лампа çуннине курчĕ те пӳлĕме кĕрсе кайрĕ. Хĕрача ывăс çине сарса пăрахнă чустана йĕтĕрпе унать, тăрăхла кукăльсемпе çаврака хуплусем туса сĕтел çине хурса тултарнă.
— Эсĕ çĕр хута куç хупман-и, хĕрĕм? — Алтаккин хĕрачана хăлхинчен пăшăлтатса каларĕ.
— Хытăрах калаçсан та, вĕсем илтмеççĕ, — терĕ хĕрача. — Сана, Алтаккин пичче, мухмăр кастарать пулĕ-ха. Эпĕ пуп сĕтелне пуçтарнă чухне ирхине сан пуçу анрасса сисрĕм те кĕленчерен сан валли пĕр черкке ярса хутăм. Ĕç! — терĕ хĕрача, Алтаккина черкке тыттарчĕ, пĕр татăк какай пачĕ.
— Ĕмĕрӳ хитре, çурту хăвăн пултăр, ачам! Сана ырă чунушăн тавах! — тĕрĕ те Алтаккин, ĕçрĕ. — Халăх урамра çӳреме тытăниччен манăн пӳрт тăррине хăпарса каясчĕ те мăрйине юсаса пĕтересчĕ. Эсĕ мана тăмпа кирпĕчсем парса тăраймăн-ши? — терĕ вăл хĕрачана.
— Чусталлă алăсене çăвăп та халех пырăп, — терĕ хĕрача.
Алтаккин килкартинче унта-кунта пăхкаларĕ, икĕ пысăк сысна пашкаса выртакан витере утă купи айĕнчен пусма туртса кăларчĕ те ăна пӳрт айккине пырса тăратрĕ. Пӳрт тăррине хăпарса кайсан, ун умĕнче ирхи кăвак çутăра Атăл пăрĕ кăнтăрлахинчен кăвакрах курăнчĕ, ваксем шурă тĕтрепе сывласа выртаççĕ. Чăнах та, хĕрача нумаях та тăмарĕ, васкаса тухрĕ, пусма тăрăх çăмăллăн хăпара-хăпара, кирпĕчсем пачĕ, пĕр витре тăм та Алтаккина тыттарчĕ.
Алтаккин темле айван чавка йăва тума хунă çапăсемпе çӳп-çапсене мăрьерен кăларса вăркăтрĕ, тăватă-пилĕк кивĕ кирпĕче те вăтăрса кăларса урам варринех ывăтрĕ.
Урампа пĕр çын мĕлки шунине асăрхаса илчĕ, вăл пуп çурчĕ патнерех çитнĕçем хĕрарăм иккенни палăрчĕ.
— Тупата, ку Чинук-çке, — терĕ Алтаккин, мăрье хыçне йăпăрт-япăрт пытанса ларчĕ, вăл иртсе кайнă хыççăн тата ик-виçĕ кирпĕч хучĕ те: — Ирхине пуп пӳрчĕ тарринче каçăрăлса тăма эпĕ кушак мар, ăста Алтаккин-çке, — терĕ вăл, кăçаттисен тĕпĕсене йĕпе тăм лексе шăнса кайнипе вăл месерле сирпĕнетчĕ, анчах мăрьене ыталаса тытма ĕлкĕрчĕ, картлашкаллă хăма тăрăх утмарĕ, хырăмпа шурĕ, пусма карлăкĕсем çине аран-аран хăраса пускаласа анса кайрĕ: — Пуп майрине менелник тутарасшăнах вилеттĕм эпĕ, апăрша, вилме çырман иккен. Телейĕм пурах! — тесе савăнчĕ, шăнсах кайнă тăмлă аллисене юрпа çурĕ. Аллисем пĕçерсе вĕриленчĕç, типрĕç.
— Кăмака хутăр! Эсир тĕлĕкре кукăль курасшăн çывăратăр-и? — кăшкăрсах каларĕ вăл, пӳрте кĕрсен.
Кăмакара вут кĕрлени илтĕнсе кайсанах, пуп пӳлĕмне тухрĕ те кăшкăрса ячĕ.
— Тĕтĕм тухмасть, вутă пăшал персех çунать. Илтетĕн-и, матушка?
— Илтетĕп, батюшка, — юнашар пӳлĕмрен майра сасси çинçен-çинçен илтĕнчĕ.
Çак вăхăтра хапхана кĕрĕс-мерĕс уçса хупса пуп килкартине Чинук çил-тăвăл пек пырса кĕчĕ, пӳрт умĕнче шăмă кăшлакан йытă ун çине чăрр пăхса ялчĕ те вĕрме хăяймарĕ. Крыльца айне кĕрсе кайрĕ, унта ăрлатрĕ. Чинук пӳрте кĕрсенех какайпа кишĕр, панулмипе иçĕм шăршисем кĕрлесе сăмсана çапăннине сисрĕ. Пуп майри сарлака шурă чĕрçитти çыхнă та кăмакаран çатма тулли сысна çурисем пек шап-шурă кăпăш кукăльсем кăларнине курчĕ.
— Мĕн тума кунта килсе тухрăн эсĕ? — вырăсла ыйтрĕ пуп майри.
— Ача çуртĕнче çĕрĕк купаста шăршипе мăй таранах тăрантăм та тутлине шăршласа пăхас терĕм. Вулăс ялĕнче ытти çуртĕнчен, кăмакасене хутса ярсан та, техĕм шăршă çапмасть, сирĕн çуртран кăна тухса пĕтĕм тавралăха хуплупа кукăль шăрши сарăлнă, — Чинук йĕкĕлтесе каласшăн пулчĕ, анчах сăмахĕсем тутисене пĕçертсе тухрĕç, шалта вучах чĕртсе янă пек ăш вăркарĕ.
— Санăн шухăшна пăхăнсан, Совет саманинче те çынсем выçăхса лармалла-и, уяв чухне те мăян çăкри çимелле-и? — пуп майри тепĕр çатмана кăларчĕ, Чинук çине хулпуççи урлă куç хӳрипе пăхрĕ.
— Эсĕ Совет влаçĕ ачасене тăрантма панă апат-çимĕçе ан тив, ан вăрла! Ачасем выçă пирки хăва карçинккасенче тапалана-тапалана выртаççĕ те сивĕ пӳртре кукăрăлаççĕ, вилсе каяççĕ, — Чинук тарăхнипе чĕтрекен пулчĕ.
— Манăн та айăп пур-тăр, — лăпкăн калаçрĕ пуп майри, — чăкăлташса кĕрсе кайиччен иккĕн ларар та канашлар. — Вăл Чинук умне пукан лартрĕ.
Чинук мĕн пĕчĕкренех пуян килсене кайма хăранă, — йыттăн хӳри кукăр, пуянăн алли тенине вăл ашшĕ-амăшĕ вĕрентмесĕрех ăнланса илнĕ, анчах пуп хаяр пулассине пĕлмен. Вăл Макарпа венчет тунă чухне кăна чиркӳре пулнă.
— Эсĕ манăн та айăп пур-тăр тесе кăна лăпкă калаçса ирттерсе яратăн, — терĕ Чинук, пуп майри ытла çилленсе кайнă чух урсах каясран шикленчĕ. — Ача çуртĕнче кăмакасем хутма вут та çук, сирĕн килкарти тавра шаршан ларать. Сирĕн хырăм тăрансан та, куç тăранмасть-и?
— Ытла шала кĕрсе каяс мар, турă хушнă пек, пĕр тăван пек калаçар, — пуп майри çатма хыççăн çатма кăларса пысăк сĕтел çине лартса тултарнă хыççăн Чинук умне пырса тăчĕ. — Манăн менелнике хисеплесе иксĕмĕр пĕрер татăк кукăль çиер-ха, — терĕ вăл, кĕтесре ларакан çатма çинчи кукăле аялтан çĕçĕпе хăйпăтрĕ, вĕрискере, ывăс çине хурса пиçеймен, турчăка лексе ваннă кĕтессе касса уйăрчĕ.
— Халĕ чăхсем çăмарта тăва пуçларĕç те, риспа çăмарта кукли тăвас терĕм. Ку йывăр саманара çынсемшĕн тăрăшмалла, анчах ху та выçă лармалла мар. Сана ман пирки усал сăмахсем каласа панă-тăр. Пĕчĕк ачасен çуртĕнче питĕ тăрăшатăп, икĕ алă пур çĕре те пырса çитеймест. Мана халĕ питĕ çăмăл уткалакан повариха кирлĕ, чăвашран илесчĕ, итлекен çын пултăрччĕ. Ме-ха, çи, тыт! — Пуп майри кукăль татăкне алăран алла куçаркаласа Чинука тыттарчĕ, калаçма чарăнмарĕ. — Ку чухне пурнăç çинчен хытă шухăшламалла, тутăрах пурăнмалла, сывлăха упрамалла. Эсĕ ача çуртне поварихăна пыр-ха.
— Кĕççе пит! Намăссăр! Çĕнĕ самана курмалли, унта савăнмалли ачасем выçă вилеççĕ, эсир упăшкупа иксĕр вĕсен пайне чыхатăр… — Чинук татах та каласшăн пулчĕ, анчах çилленсе çитни чĕлхине тăлласа лартрĕ, вăл шăл çыртрĕ, пуп майрине алла пĕçерсе тăракан кукăль татăккипе питĕнчен лаплаттарчĕ.
Пиçерех çитмен кукăль сăмси чустарах тулĕпе пуп майрин шĕвĕр сăмсаллă питне çыпçăнсах ларчĕ, сирпĕнсе тухнă рис пĕрчисем хăлхи шатăкне те, кăтралатнă çӳçĕ ăшне те, хĕвне те кĕчĕç.
— Ай, пĕтерчĕ! — пуп майри тискеррĕн çухăрса лапчăнса ларчĕ.
Чинук алăка туртрĕ те хăй хыçĕнчен шатлаттарса хупса хăварчĕ, каллех шăмă кăшлама тухнă йытă куçĕнчен хаяррăн пăхса илчĕ те çирĕппĕн утса хапха патне çитрĕ. Чинук йывăр хапхана хупнă хыççăн тин йытă, хуçисен умĕнче ырă пуласшăн тенĕ пек, калама çук хаяр вĕрме пуçларĕ. Çӳлĕ сапура çапăнса ун сассин ахăрăмĕ килкартине тултарчĕ.
— Ăсси ăна, ăсси, Жигай! — тесе пуп майри кăшкăрни таçта çитиех янраса тăчĕ, Атăл хĕрринчи йăмрасем тăрринче ларакан хура кураксене хăратрĕ.
Чинук вулăс ĕçтăвкомне çитрĕ, тӳрех председатель кабинетне кĕрсе кайрĕ, кăритурта тăракан Шерхуллапа та калаçмарĕ, председатель пӳлĕмне вĕçтерсе кĕчĕ.
— Хĕл сиввинчех, Чинук аппа, сана сăпса хăваламарĕ пулĕ? — юптарса калаçма тытăнчĕ Вавилов, анчах Чинукăн куç айĕсем чĕтренине курсан: — Мĕн пулчĕ? — терĕ.
— Ача çуртĕнче пуп майрипе кулач купси майри ачасене чирлеттерсе те, выçăхтарса та вĕлереççĕ. — Чинук ассăн сывласа илчĕ, хăй мĕн курнисене каласа пама тытăнчĕ, Анăхвис вилсе кайнине те сиктерсе хăвармарĕ.
Вăл татах каласа пама хатĕрленнĕччĕ, кабинета пуп майри çĕмĕрттерсе пырса çитрĕ, тăп-тăп пусса урай хăмисене сиктерчĕ. Ун пит çăмартисем хăмпăланса хĕрелнĕ.
— Эсир, Николай Петрович, мĕншĕн пирĕн ача çуртне тĕрĕслеме йĕркеллĕ çынна ямастăр? — хăйĕн пысăк чапне пĕлекен çын пекех каларĕ вăл.
— Йĕркеллĕ çынах-çке, — терĕ Николай.
— Мĕн йĕрки? — кăшкăрчĕ пуп майри. — Çак хĕрарăм-и? Вăл хулиганка!
— Эпĕ сире капла калаçнă хыççăн урăх Анна Павловна теме пултараймастăп, — татăклăн каларĕ Николай, пуп майри çине тинкеррĕн пăхрĕ. — Иорданская гражданка, ку хĕрарăм Зинаида Станкова ятлă çын, ăна ялта Чинук тесе чĕнеççĕ. Упăшки ун вăрçăра вилнĕ, йăмăкĕ те халĕ Хĕрлĕ Çарта. Эпĕ сиртен ун умĕнче ӳкĕнме ыйтмастăп, мĕншĕн тесен пирĕн çынсем хăйсен тăшманĕсенчен ӳкĕнĕç кĕтмеççĕ.
— Эпĕ тăшман-и вара? Эсир ăна мана хĕнеме хушнă-и? — Икĕ аллине те çĕклесе тулашрĕ пуп майри.
— Сире хĕнерĕ-им?
— Хĕнерĕ çав.
— Мĕнле çапрĕ, — ыйтрĕ Николай, Чинук çине çилленнĕ пек те, хĕрхеннĕ пек те пăхса илчĕ.
— Вĕри кукăльпе, — терĕ пуп майри, — акă пит çăмартисем те, хăлха çуначĕсем те пĕтĕмпех хăмпăлакса кайрĕç.
— Кукăльне мĕнпе пĕçернĕччĕ? — ыйтрĕ унран Николай.
— Риспа, çăмартапа. Паян манăн менелник, хĕрĕхе çитрĕм, ватăлса пыратăп.
— Хĕрĕхе çитме хĕн мар, Иорданская гражданка, рис тупма хĕн. Эпир ăна Хусан урлă аран-аран илтĕмĕр, тăлăха юлнă ачасем валли кăна. Темле майпа ку таранах эс унта заведующи пулса ларатăн, ачасене выçăпа вĕлеретĕн. Пирĕн алă çитеймерĕ пулмалла.
— Вĕсем шăнса вилеççĕ. Çурта хутма вутă çук. Кунта эсир, начальниксем, ларатăр та ăшăнатăр, ачасем пирки шухăшламастăр та, — пуп майри хăйне илемлĕ кăтартас тесе пуçри калпакне тӳрлетрĕ, пĕр пайăрка кăтралатнă çӳçне çамки çине кăларчĕ. Хĕрĕхе çитнĕ хĕрарăм çамрăк арçын кăмăлне каясшăн пулчĕ.
— Ача çурчĕ валли сире касса вакланă вут патăмăр, турттарма икĕ лаша уйăртăмăр. Ăçта хутăр?
— Турттартăмăр та çунтарса петертĕмĕр.
— Эсир ăна ача çуртне мар, хăвăр киле турттарнă та пĕтĕм килкарти тавра шаршанласа хунă, — Чинук сиксе тăчĕ. — Эсир Совет влаçне ĕненместĕр те, юратмастăр та, анчах турра ĕненетĕрех пулсан, унтан хăрăр! Çук, эсир пуппа иксĕр турра та ĕненместĕр, çаратма кăна нӳхреп куçпа пăхса тăратăр.
— Эсĕ мана çапла каласа хăртма чĕлхӳне çавăрма пултаратăн-и, ялти çăпата! Мĕн пĕлетĕн эсĕ, мĕнле шкулта вĕренсе курнă çын эсĕ! Эсĕ нимĕн те пĕлместĕн, тĕттĕм чăваш...
— Эпĕ пурнăç шкулĕнчен вĕренсе тухнă, — пачăшкă майри татах та тем калассине пӳлсе хыттăн каларĕ Чинук.
Ик чышкине чăмăртаса темтепĕр çухăрма пуçланă Иорданскаяна чарма ВИК председателĕ çапла татса каларĕ:
— Сăтăр тăвакансене пирĕн хупма тĕрме пур; эсĕ, Иорданская гражданка, ача çурчĕн заведующийĕ урăх пулмастăн, сдачăна хатĕрлен.
14
Тем пек куçа хупса выртсан та, Тарье инке çĕрĕпе ыйха путса чунне кантараймасть. «Ах! — кулянать вăл. — Тырă акма тухас вăхăт çывхарса килет, кăçалхи çул çуракинче тĕркĕшӳ пуçланасса патшалăх ĕçне хутшăнман çынсем те чухлатпăр... Çĕре çĕнĕ йĕркепе валеçме пуçлаççĕ ĕнтĕ, ялсем чухăнланса юлнă, хресчен çыннин акма вăрлăх çук, пур пек тырă пĕтĕмпех пуянсен аллине пухăннă, тарăн шăтăксенче пытанса выртнă, вăрттăн, хура çĕрле хаклă хакпа хуласене ăсанать... Чухăн çынсен çĕрне те шуратса хăварассишĕн пуçлаççех ĕнтĕ вулăсрисем пуянсене тустарма. Пуянсем вара алла усса лармĕç... Ах, каллех юн юхмасăр иртмĕ... Камшăн мĕнле пулĕ, мана, вулăс пуçлăхĕн амăшĕ тесе, ыррăн тăратса хăвармĕç... ах, çав Микулая, ĕмĕр тăршшĕпех ăш пиççи... Ах, капла кулянса выртнипе нимĕн те пулас çук...»
Тарье, Вилюка вăратас мар тесе, ерипен тăчĕ, çăпатине сырчĕ те пӳртрен тухрĕ. Сарайĕнче вăл тимĕр кĕреçе илчĕ, лаша витине кĕчĕ. Тахçанах шухăшласа хунă ялти ăслă хĕрарăм çак ĕçе; çавăнпа ун-кун пăхкаламасăр вăл витерен пахчаналла тухса тармалли шăтăк турĕ. Стена айĕнчен пахчана упаленсе тухрĕ. Ку тĕлте çăп-çăра чие çырли. Çулçăсăр чухне те çынна пытарма пултаракан йывăçсем çулçăпа çăралансан, калама çук шанчăклă хӳтлĕх пулĕç.
Кăнтăрлаччен Тарье кил хушшинче тем ĕçлесе çӳрерĕ: арчаран тем кăларкаларĕ, таçта çĕклерĕ. Кăнтăрла иртсен, Вилюк шкултан таврăнсан, вăл таçта кайма пуçтарăна пуçларĕ: сăхман тăхăнчĕ, пуçне çăм тутăр çыхрĕ, туя илчĕ.
— Анне, эсĕ ăçталла каятăн? — ыйтрĕ Вилюк, урок вĕренме сĕтел хушшине кĕрсе ларнă чух.
— Микулай патне вулăса кайса килес терĕм-ха. Эсĕ, Вилюк, пӳрте ача-пăча чĕнсе ан тултар. Çĕрле чипер питĕрĕнсе вырт. Ан хăра.
— Юрĕ. Эсĕ, анне, мĕншĕн ватă супнă карчăк пек туя илтĕн?
— Таянса пыма мар, йыт-качка пырса çыпçăнасран, — терĕ амăшĕ. — Ну, ачам, выльăхсене апат парса хуп вара, эпĕ кун çутипе утам-ха.
Волисполком председателĕн амăшĕ васкаса вулăс ялне утать. Çанталăк пĕлĕтлех те мар, темшĕн тавралăхра тĕксĕм сăн карăнса тăрать. Тарье аслă ывăлне вăрçма çул тăршшĕпе хатĕрленсе пырать. Çĕрĕ-çĕрĕпе апла та, капла та шухăшласа ывăннă вăл.
— Ĕçлесчĕ çынсем пек лăпкă вырăнта, — шухăшлать вăл, анчах хальхи пурнăçра лăпкă вырăн ăçта пуррине тупаймасăр каллех çилленет. Ăна ытларах çиллентерес тесе, инçех те мар ун умне икĕ уйăп вĕттĕн-вĕттĕн пускаласа чупса тухрĕç. Тарье пырса çитерехпе вĕçсе кайрĕç, маларах çул çине пырса ларчĕç. Ку хĕрлĕ пĕсехеллĕ кайăксем унăн тата тепĕр канăçсăр шухăшне вăратрĕç.
— Тĕнчере пур çамрăк чун та, — калаçсах утрĕ Тарье, — пĕччен пурнăçа тиркет, хăйне мăшăр тупма тăрăшать. Çĕлен усал ĕнтĕ, сăхма кăна пăхса тăрать, хăй валли усал мăшăр тупать. Пăсара хуралтă таврашĕнче пурăнать, унăн та хăй пекех шăршлă мăшăрĕ пур. Икĕ чун пĕрлешсен, вĕсене тĕнче илемлĕрех курăнать. Тĕнче тип-тикĕс мар, хăш чухне чип-чипер çыннах усал мăшăр пырса лекет. Манăн Микулай ăс енчен те, сăнар енчен те ăнăçлă çын, темле илемлĕ хĕр те качча сиксех пымалла, анчах вăл ĕçе путнă та, тĕнчере хĕрсем пуррине те манса кайнă. Акă уйăпсем пĕлтĕрхи хыт-хурана пĕрле çиеççĕ, хăйсен чĕлхипе чĕвĕл-чĕвĕл туса илеççĕ, пĕрне-пĕри ăнланаççĕ.
Уйăпсем пăрр! вĕçсе кайрĕç те çул çине урăх таврăнмарĕç, анчах та Тарье шухăшĕ çапах та сыпăнсах пычĕ, татăлмарĕ.
— Вĕсем хăйсен йăвине кайрĕç ĕнтĕ, канаççĕ. Пĕччĕн чуна ăшă пӳртре те сивĕ пек, кичем. Халĕ манăн Микулай кантурти пӳлĕмре мамма пекех пĕр-пĕччен ларса шухăшлать пулĕ...
Чăнах та Николай Вавилов çав вăхăтра, çынсем ĕçрен тахçанах кайса пĕтнĕ пулин те, сĕтел хушшинче пĕр-пĕччен ларать, ăна пĕччен тăрса юлни савăнтарать, мĕншĕн тесен шухăшлама никам та чармасть. Ун патне кун хута такам та кĕрсе тухать, пĕри ăшшăн калаçать, тепри макăрать, тата тепри сĕтел çапса кăшкăрать, турă ячĕпе, эсрел ячĕпе те ылханать. Николай хăй пӳлĕмĕнчех пурăнать, ирхине, халăх шавлама тытăниччен сиксе тăрать, хăй вырăнне пуçтарса шкапа чикет, çапла студент чухне те сарлака та хăнăхса çитнĕ пурнăç йăлăхтармасть. Вăл пĕр кун хушшинче купаланнă хута пăхса тухнă тĕле тĕттĕмленсе пычĕ, лампа çутса лартмалла пулчĕ.
Инке çула тухиччен чухласа илеймерĕ тата шухăша кайнипе хулленрех утрĕ пулас. Атăл хĕрринчи сăрт çине пырса тухнă вăхăтра тĕттĕм пулса çитрĕ, лапамри вулăс ялĕ хура пысăк купа пек, унта сарă хуртсем пач-пач сайра çуталса выртни хăрушшăн курăнчĕ. Вăл çур енне кашкăр кĕтĕвĕсем çӳрени çинчен, Хурапха хирĕнче пĕр ватă мăкăлти карчăка çисе яни, юр çине кăвакарнă çивĕтне кăна хăварни çинчен аса илчĕ, ялта кăмака çумĕнче итлесе ларма нимех те марччĕ, анчах хура хирте çил пĕлтĕрхи хăмăла чăштăртаттарса иртсе кайни те акăш-макăш пысăк саслă пек туйăнать. Йытăсем вĕрни çывăхрах илтĕне-илтĕне кайсан, инке чунланчĕ те талпăнсах утрĕ.
— Ывăла ăс вĕрентме каятăп та, — хăйне вăрçса илчĕ вăл, — хама ăс çитмест иккен, кун тăршшине те виçме пĕлместĕп, килти ăшă кăмакана пăрахса каçа хирĕç тухрăм та утрăм.
Вăл вулăс кантурĕ хапхи патне пырса çитнĕччĕ çеç, таçтан хуралтă çумĕнчен пĕр хура мĕлке шуса тухрĕ те кăшкăрчĕ:
— Кам килет?
— Ара эпĕ-çке, — терĕ Тарье.
— Кам эсĕ? Кам пулатăн?
— Этем. Кам пулам урăх?
— Хăш ялсем?
— Йĕлмекассисем.
— Эсĕ-çке ку! — Мĕлке Тарье умне пырса тăчĕ. — Аван-и, сывă-и? Эпĕ кунта хуралта тăратăп-ха.
— Ахаль те чун ура тупанĕнче пыратчĕ, тата эсĕ, Макçи, сехране хăпартрăн.
— Мĕн эсĕ çĕрле тăпăлтатса çӳретĕн, кашкăр шăлне лекес килет-и? Вилюк килтен хăваласа кăларчĕ-и? — мăкăртатса калаçрĕ Макçи, Тарье утас çулĕ çине тăрса.
— Эсĕ, Макçи, манăн çула пӳлсе ан тăр-ха. Микулай патне килтĕм эпĕ.
— Кĕме юрамастъ.
— Амăшне хăй ачи патне кĕрсе тухма та юрамасть. Эсĕ, Макçи, хăвна кура мар иккен, саккунсем те шухăшласа кăларатăн.
— Микулай Петровчăран ыйтам-ха, — Макçи кантур çуртне чупсах кĕрсе кайрĕ.
— Хамăн ача çук пекех, — тарăхса шухăшларĕ Тарье, — хамран туртса илчĕç те хурал тăраççĕ.
Макçи Николай патне кĕме ирĕк парсан, кĕме каллех чарасран хăранă пек Тарье хăвăрт ывăлĕн кабинетне кĕчĕ:
— Ай, ту-у-ур, кунта ачам, саккунсем хытă иккен, хамăн кӳршĕри Макçи хам çуратса ӳстернĕ ача патне те кĕртесшĕн мар.
— Вăл сана тĕттĕмре палласа илеймен ĕнтĕ.
— Палласа илсен те кĕртмерĕ, кунта чупрĕ.
— Макçи пичче саккуна пăхăнма питĕ юратать, хальхинче ытларах пăхăнса кайнă, — Николай амăшне хулĕнчен тытса уттарчĕ, сĕтел хушшине хăйпе юнашар лартрĕ. — Ма питĕ çĕрлене юлса çӳретĕн, анне?
— Хăв пырса тухмастăн та. Сана, ачам, кил те, минтер те кирлĕ мар пулас, хутпа пичет кăна пултăр. Сана ялти çынсем пысăк çын теççĕ, эсĕ çак сивĕ пӳлĕмре сĕтел çинче выртса пурăнатăн. Ху кам иккенне те манса кайнă ĕнтĕ эсĕ. Упа пек пĕччен ларатăн.
— Кунта, анне, эпĕ пĕччен мар, кунта халăх туйри пек нумай пулать. Пĕр ĕçĕ ташлать, тепри йăванса каять, тепри макăрать. Хăш-пĕр чукне ĕнсе кĕçтет те, ăна хыçма та вăхăт çук.
— Мунча та кĕместĕн пулĕ эсĕ, ирхине питне çусан хутпа шăлатăн-и?
— Эсĕ, анне, ан тăрăхла-ха, чăнах та вăхăт çук, — хĕрӳллĕн каларĕ Николай. — Пĕр ялта çынна вĕлереççĕ, тепринче тырă пытараççĕ, тата тепринче пушар кăлараççĕ. Ĕмĕр-ĕмĕр пынă пурнăçа ӳпне-питне çавратпăр, тепĕр май лартатпăр.
— Эсĕ апла, ачам, ĕмĕртен пухăнса пынă пылчăка хырасшăн та çынсене таса çулпа çӳретесшĕн, çынсен чĕрисене те тасатасшăн.
— Çапла, анне, эпĕ пурнăçа тасатасшăн, йĕркелесшĕн, пĕччен мар, халăхпа пĕрле.
— Ах, ачам, сана пăхатăп та, — терĕ амăшĕ, йывăррăн сывласа илчĕ, — чун ыратать, чĕре те хăрать. — Куçне шăлкаласа илчĕ. Чунне хăратса тăракан шухăшне каласа яраймарĕ, урăх сăмах персе ячĕ: — Эсĕ хăвăн пурнăçу çинчен мансах кайнă. Халĕ тĕнче тулли хĕр. Пĕрне те суйласа илейместĕн-и? Хамăр ялтах чип-чипер Зоя Тимофеевна вĕрентекен çӳрет. Манăн ытла ватăлса кайиччен сан патăнта пурăнас, ачусене утьакки тăвас килет-çке. Сан, ачам, канăçсăр власть сĕтелĕ хушшинчен тухасчĕ те канлĕрех ĕçе кĕресчĕ, авланасчĕ.
— Эпĕ те, ытти çынсем те канлĕрех ĕçлеме тытăнсан, мĕн пулĕ-ши, анне? — Николай, амăшне ăнлантарма йывăр пулсан та, каласах терĕ. — Варламсем сиксе тăрĕç, нумай çынна сенĕкпе чиксе вĕлерĕç, юпасем çине çакса тухĕç, сана та, анне, ачашшăн пăхса тăмĕç.
Николай амăшĕ шартах сикрĕ. Çĕрĕ-çĕрĕпе ыйхă паман сăлтава ăна ывăлĕ ытла уççăн каларĕ. Уççăн каланă пирки вăл хăрушлăх ытла куçкĕрет ума пырса тăчĕ. Вăл хăрушлăха ĕненменçи пулсан, хăрушлăха сирсе яма пулать пек амăшĕ лăпкăн каларĕ:
— Мана мĕн тесе тивмелле, халиччен килсе кĕнĕ ют автана та туяпа персе курман эпĕ.
— Кулак мĕнле тискеррине эпĕ питĕ аван пĕлетĕп, анне. Вĕсем мана та, сана та, пĕчĕкçĕ Вилюка та хĕрхенсе тăмĕç.
— Хăрушă япаласем çинчен каçа хирĕç ан калаç, Микулай, — терĕ амăшĕ.
— Халлĕхе савăнмалли çукрах, — Николай сĕтел çине чавсаланса пĕшкĕнчĕ. — Вулăсра акма вăрлăх çук. Йĕлмекассин те çурхи тырă вăрлăхĕсем çук. Пусса акмасăр хăварăпăр-и, мăян ӳстерĕпĕр-и?
— Ара, пуянтараххисем кивçен памĕç-и? — амăшĕ ачине хĕрхеннĕ пек пăхса илчĕ.
— Пуяннисем, анне, пусăсем акмасăр çап-çара тăрса юласса кĕтеççĕ, тырра питех те хакла сутма хатĕрленсе пытараççĕ.
— Нумаях пулмасть, — терĕ амăшĕ, — ман пата Тихха арăмĕ пырса ларчĕ. Çĕнĕ пуян Антун Илпер çырми пуçĕнчи йăмралăхра тырă пытарни çинчен каласа пачĕ.Тăватă лав, тет. Эсĕ, Микулай ачам, эпĕ каланине çырса ан пыр-ха, мана çылăха ан кĕрт. Чăнах та вара Антун сенĕкпе чиксе вĕлерĕ. Ан çыр, ачам, хамăр кӳршĕсемпеусал ан пул, урлă ан пыр.
— Антуна хĕрхенес те Йĕлмекасси çыннисене вăрлăхсăр хăварас-и? — Николай, кулнă пек, амăшĕ çине пăхрĕ.
— Çапах та эсĕ, ачам, Антуна ан тив. Вăл пăхма кăна йăваш пек, тем кăтартĕ, çурт-йĕре çунтарса ярĕ.
— Антун пеккисем вулăсра нумай, анне. Вĕсенчен хăраса ларсан, эпир вĕсен кулли пулăпăр. Вĕсене хĕстерме çирĕп власть кирлĕ. Пирĕн çирĕп власть пур!
— Влаçĕ пулĕ те-ха, анчах эпĕ акă сан пата хăнана килтĕм, санăн ман ватă шăммăмсене кăнмалăх çемçе вырăну та çук, пӳрт ăшши те çук. Эпĕ сана, ачам, хама пăхма мар, çĕнĕ камун тума çуратрăм иккен, çĕнĕ саккун кăларма...
— Ан ӳпкеле, анне. Атя каяр, Татьяна Николаевна патне вырнаçтарам сана.
— Вĕсем иккĕш урама тухсан Станук Макçи чупкаласа пырса тăчĕ.
— Эсĕ, Микулай шăллăм, аннӳне ман хваттере илсе кай. Вырăн пушах, Иркка та çук, — терĕ вăл.
— Ырă сăмахушăн тавах, Макçи, — терĕ Тарье. — Сирĕн хваттере утса çитме вăй çук, кунта çывăхри Изотовсем патне кĕрĕп ĕнтĕ.
Чăнах та, Тарье аран утрĕ, пĕр пĕчĕк тумхах пулсан та, такăнчĕ. Николай ăна хулĕнчен тытсах пычĕ.
— Инкене курманни нумай пулатчĕ, — терĕ Татьяна Николаевна, алăк уçса. — Хăнасем килессине пĕлнĕ пулсан, малтанах хатĕрленеттĕм, юрĕ ĕнтĕ, чей ĕçсе те пулин савăнăпăр, калаçса ларăпăр.
— Мана халĕ пӳрт ăшши те, Татьяна Николаевна, тем пек хаклă. Манăн Микулайăн пӳлĕмĕнче хăй валли те ăшă çук.
— Эсĕ, инке, Николай Петровича ан ӳпкеле, — Татьяна Николаевна инкен тум-тирне çакнă май калаçрĕ. — Манăн Дмитрий Изотович та арманта пĕр пĕчĕк кивĕ пӳртре пурăнать. Вăл арман заведующинче ĕçлет те киле хутран-ситрен кăна килкелесе тухать. Эпĕ ун патне ĕнер кайрăм та шалт тĕлĕнтĕм. Ĕлĕк ялта тимĕрçĕре ĕçленĕ чух, лаçра тĕтĕм палкаса тăрать пулин те, эсĕ ăна астăватăн ĕнтĕ, инке, таса çӳреме юрататчĕ, халĕ хам упăшкана аран палласа илтĕм. Çӳçне çăнăх ларнă, хăлхи шăтăкĕсене те çăнăх тулнă. — Вăхăт çитĕ-ха, тет, эпĕ каччă пек хӳхĕм çӳрĕп, тет.
— Манăн Микулай та санăн упăшку пекех калаçать: «Вăхăт çитĕ-ха», — тет. — Инкен ăшă пӳртре кăмăлĕ çемçелчĕ пулас.
— Ара эсĕ, Николай Петрович, мĕншĕн хывăнмастăн тата, — терĕ Татьяна Николаевна.
— Кайса ĕçлем-ха.
— Чей ĕçме ларсам-ха.
— Эпир Макçи пиччепе ĕçĕпĕр.
— Татьяна Николаевна, эсĕ ăна тытса ан тăр. Чăнах та Микулайăн ĕçĕ нумай, сĕтел çинче хутсем купалансах выртаççĕ, — терĕ Тарье.
— Эпĕ сана, анне, ирхине лашапа леçсе хăварăп, — терĕ Николай, кайма хатĕрленсе алăк хăлăпне тытрĕ.
— Ан кай-ха, ачам, — Тарье хăвăрт пычĕ те ывăлне хăлхаран пăшăлтатса каларĕ: — Эсĕ манпа пырăн та Антуна хĕстерме тытăнăн. Вăл вара Петте арăмĕ каласа панă иккен тейĕ, пире, Вилюкпа иксĕмĕре, тем инкек кăтартĕ. Эсĕ, ай-тур-тур, хальтерех яла пырса ан тух, эпĕ ыран çуранах каятăп.
15
Маняпа Иркка сиккелесе савăнăçлăн Манясен хваттерне пырса кĕчĕç.
— Ăçта çӳретĕр? — ыйтрĕ Татьяна.
— Атăл хĕрринче пултăмăр. Ах, пăр илемлĕ юхать-çке Атăл тăрăх! — пĕр-пĕрне пӳлсе каласа кăтартма васкарĕç хĕрачасем.
— Пăр каять те, хыçалтан тепĕр пăр хуса çитет те, чăнкăр-чăнкăр! туса çапăнаççĕ.
— Хĕвелĕ вара мункун хĕрĕ пек савăнăçлă. Эпир те Атăл хĕрринче питĕ нумай вылярăмăр.
— Нумай вылянă хыççăн, хĕрĕмсем, ĕçлеме илемлĕ, — терĕ Маня амăшĕ.
— Мĕн ĕç пур, анне?
— Çак пушă тăнă пӳлĕмре кăмака хутмалла. Стенисем пăсланса ларнă, стени-пăталукĕпех сăтăрса тухмалла, урайне сĕлтĕ шывĕпе çумалла.
— Эсĕ хушсан, икĕ ура та пĕр харăс. Халех! — хатĕр пулчĕ Иркка.
— Анне, хĕлĕпе хутман пӳлĕмне мĕн тумалла, килсе пурнакан пулать-и?
— Ямшăк Михали килсе кайрĕ, иртнĕ каç волисполкомра лару пулчĕ, унта ăна çĕр комитечĕн председательне суйласа лартнă. Ялта çуртсăр-йăвасăрскер кунта пурăнас терĕ. Пирĕн пата килме аçу хушнă. Вара Улангин та пĕрле куçса килес терĕ, Николай Петровича та амăшĕ кунта куçарасшăн, сивĕ кабинетра хытă сĕтел çинче çывăрса çитĕ ăна. Виççĕшĕ те кĕçĕр çĕр каçма кунта килеççĕ.
— Халех... — терĕ Иркка, урайне ларса. — Эпĕ çăпатана салтса пăрахам-ха, урана шыв витнĕ.
Йĕпенсе шăннă урисене салтса пăрахсан, хĕрачасем ĕçе тытăнчĕç. Маччаран шурă пăс татăлса анмаллах алăка хытă тапса уçрĕ Маня. Пӳлĕмре, пĕр кĕтесре, тимĕр кравать ларать, тепринче — шкап, варринче — сĕтелпе пукансем. Каланккă кăмакана кĕленчеллĕ кирпĕчпе тунă. Ку пӳртре ĕлĕкрех вулăс старшини пурăннă, хăй кунтан тухса тарнă чухне вăл пӳлĕм урайĕсене пуртăпа каскаланă, маччана чернил сапса варласа хăварнă.
Маня пĕр çĕклем ăвăс вутти çĕклесе килчĕ, пĕшкĕнмерĕ, ура çинченех кĕрĕслеттерсе пăрахрĕ.
— Мĕншĕн ара эсĕ, Маня, пӳрт çĕмĕрсех çӳретĕн, — Иркка урлă-пирлĕ выртакан вут пуленкисене кăмака умне купалама тытăнчĕ.
— Эпĕ вутта юриех çапла пăрахрăм, — Маня маччана пăхса илчĕ. — Унти шурă пас тăкăнтăр, кăмакана хутсан ирĕлсе кайса пăт-пат тумласа ан тăтăр. Тĕрĕс-и?
— Апла тесен тĕрĕс, — килĕшрĕ Иркка.
— Питĕ тĕрĕс турăм та урайне кĕрĕс! пăрахрăм, — чăвашла сăвăлатса та калама пултарнине пĕлтерсе каларĕ Маня.
Иркка кăмака хутса ячĕ, ăвăс вут пуленкисем, пĕр-пĕринпе харкашса кайнă пек, шартлатнине итлерĕ.
— Вулăсра ĕçлекенсен кăмакинче — чĕрĕ ăвăс вутти, айта, яра пар! Çун ĕнтĕ, епле те пулин ăшăт.
Шатлатсан-шатлатсан вут тиврĕ.
Ачасем чупкаларĕç, икĕ таспа мунчала татăккисем илсе килчĕç; каткана шыв кӳчĕç, чӳлмекпе шыв тултарса кăмака çăварне лартрĕç.
Хĕвел те анчĕ, каç та пулчĕ, нумайранпа тирпейлемен пӳлĕмре тара ӳкиччен ĕçлерĕç икĕ хĕрача.
Кăмакара вут çунса пĕтсен, пӳртре лӳп ăшă сывлăш тулсан, хуралнă кантăкран ылтăн çурла пек уйăх пăхса илчĕ. Хĕрачасем урая çуса алăк патне пырса çитрĕç. Вĕсем урая çуса пĕтернĕ çĕре Михаляпа Улангин килсе кĕчĕç.
— Эпир пурăнмаллах килтĕмĕр, Татьяна Николаевна, — терĕ Михаля.
— Килĕрех ĕнтĕ, — йышăнчĕ вĕсене кил хуçи.
— Апат лартасчĕ эппин, — терĕ Улангин, хутаç салтса. — Кунта пирĕн какай та пур-ха, арăм килсе пачĕ.
Кăмакана апат пĕçерме лартсан, часах какайăн ырă шăрши пĕтĕм пӳртре сарăлчĕ.
Михаляпа Улангин паян питĕ ывăннă. Ыйхăпа хырăм выççи яшка пиçиччен питĕ хытă тавлашрĕç. Пĕрре ыйхă выçăхнине çĕнтерсе вĕсене кăтăша ярать, кăшт куçа хупсан кăмакаран тухакан апат шăрши çиес килнĕ туйăма кăтăкласа илет те выçăхни ыйха çĕнтерсе куçĕсене уçтарать.
Апат пиçрĕ. Калама çук тутлăн туйăннă яшкана вĕсем чылайччен çимесĕр тăхтарĕç. Николай Вавилов хваттере пырасса кĕтрĕç. Анчах çур çĕр те çитрĕ — Вавилов килеймерĕ. Вара ăна пай хăварса Михаляпа Улангин, кĕçĕрлĕхе юрать-ха тесе, урайне шинелĕсене сарса выртрĕç. Выртнă-выртманах иккĕшĕ те тарăн ыйха путрĕç.
Вăхăт иртни тĕттĕм пӳртре паллă мар. Чӳречене пӳрнесемпе шăкăртаттарни иккĕшне те вăратрĕ.
— Кам унта? — ыйтрĕ Михаля, кантăк патне пырса.
— Эпĕ ку, Вавилов! — илтĕнчĕ сасă, вара Михаля Вавилов лаша çинчен аннине курчĕ, унпа юнашар Шерхулла та лаша çинчен анчĕ. Каçхи тĕттĕмре икĕ лаши те хура пек курăнчĕç. Михаля хăвăрт утса алкум алăкне кайса уçрĕ. Вавиловпа Шерхулла пӳрте кĕнĕ çĕре Улангин лампа çутса кăмакаран апат кăларчĕ те сĕтел çине лартрĕ.
— Сана пай хăвартăмăр, — терĕ.
— Мана пай хăварнă пулсан юрать, эпир ăна Шерхуллапа иккĕн çийĕпĕр.
— Рехмет, питĕ те рехмет апат пĕçерсе хатĕрленĕшĕн. Манăн çул çинче эй, Аллах, хырăм выçрĕ.
Шерхуллапа Вавилов апат çиме ларчĕç, Михаля выртма хатĕрленсе урайне чĕркуçленчĕ.
— Эсĕ çывăрма ан хатĕрлен, — васкавлăн каларĕ Вавилов, — Улангин эсĕ те, час пуçтарăнăр, пирĕн пĕрле яла каймалла.
— Ирхи шухăшпа килтĕн пулсан, санăн ĕçӳ пысăк-тăр?
— Халĕ пĕчĕк ĕç çук, пурте пысăк, — терĕ Шерхулла, сĕтел хушшинчен тухса.
— Йĕлмекассине кайăпăр, — ерипен каларĕ Николай.
Вĕсем тăваттăшĕ те урама тухрĕç, Татьяна Николаевна вĕсен хыççăн алăка питĕрсе илчĕ.
Урамра шăп, сывлăш хĕрлĕ хăва шăршипе тулнă, Атăл леш енчен çинçен туртăнса тăрать. Атăл çинче çĕрле пăр ерипентерех шавлать, чăнкăр-чăнкăр туни таçта инçетре-инçетре сăмахсăр юрă юрланă пек илтĕнсе тăрать. Ура айĕнче пылчăк. Çуркунне алкум вĕçнех пырса тăнă. Çутă çинчен тухнă çынсен тĕттĕмре куçĕсем хăнăхиччен нимех те уйăрса илеймерĕç. Вăйлăн та мăнаçлăн сарлака утăмĕсемпе утса килекен çуркуннене туйăмпа кăна туйса илчĕç.
— Кунта тăватă лаша-çке? — тесе ыйтрĕ те тĕлĕнчĕ Михаля.
— Эпĕ çавăтса килтĕм, сире волисполком витине çуран уттарас темерĕм, — терĕ те Шерхулла лашасем патне пычĕ.
— Мĕн эсĕ, Хамитка, тĕк тăма пĕлместĕн? Халĕ шăна-пăван пулать-и? Хӳрӳне ахалех ан пăлтăртат! — Шерхулла юпасенчен кăкарнă тăватă лаша умĕнче тутарла та, вырăсла та калаçма пуçларĕ. — Лашасем хатĕр! — терĕ вăл, ун патне виçĕ мĕлке хура пĕлĕтпе шурă юр хушшинчен килсе тухсан. — Эпĕ сана, Михаля, чăпар ута парăттăм та, вăл йĕнер çинчен сирпĕтсе хăварма та пултарать. Эсĕ хăрах аллупа тытаймăн. Хамите утлан, вăл йăваш тата хăвăр ял лаши. — Шерхулла Михаляна чĕлпĕр пачĕ.
— Хамăр яла кайăпăр, Хамитка, — Михаля лаша мăйне кăтăкласа ачашларĕ. Шетĕрнек хушăкне пĕр урипе пусрĕ, сиксе утланчĕ.
Тăватă юланут вулăс ял урамĕнчен уя тухрĕç. Уй выртать ула-чăла: тĕл-тĕл хуп-хура, тĕл-тĕл шап-шурă, тĕл-тĕл кантăк пек йăлтăртатать шыв кӳлленчĕкĕ. Çул пылчăклă, лаша урисем чуста çăрнă пек пыраççĕ, шĕвĕ пылчăк тăватă еннелле сирпĕнет. Ăçта каятпăр, мĕн ĕçпе тесе пĕри те ыйтмарĕç. Каймалла, тенĕ пулсан, каймалла! Çапла пулнă вăл хĕрӳ вăхăтри йăласем.
Çуркуннепе чуна хаваслă; темле канăçсăр пурнăçра та çурхи тĕнче чуна хаваслантарать. Ытла шуçлак тĕлте лашасем уттипе кайсан, Улангин çуркунне килнипе савăнса юрласа ямасăр чăтаймарĕ.
Çилхи витĕр çич çиле
Вĕртерсе çеç çӳреме
Хуньăм пачĕ çӳрен ут.
Хамит малта юртса пыратчĕ, анчах лачакаран иртсе пынă чухне тимĕр кăвак лаша, çул айккинчи кăпăш тарăн юр ашса, Михаля çине юр пĕрчисем сирпĕтрĕ, вашлатса иртсе кайрĕ. Шерхулла: «Трр-трр!» — тесе кăшкăрсан та лаша итлемерĕ, виçĕ юланута чылаях аякка тăратса хăварчĕ.
Михаля чăпар лашана, вăл хыçалта пыма юратманнине, юланутра та, туртасем хушшинче пулсан та, мала ыткăнса тухнине пĕлет. Каюра Тимахви, Михалян кĕрĕвĕ, ку лашана тихаллах илнĕ, çитерессе ăна вăл темле те тăрăшса çитеретчĕ, çăнăх пăтратнипе çăмарта шĕвекĕ те юратчĕ, çăмарта çитерсен лаша кӳлепи çинçе те тĕреклĕ пулать тенĕ. Чăнах та, ку ăйăр питĕ хӳхĕм ӳсрĕ. Каюра Тимахви унпа Кармăша, Курлата, Чутне тата ытти пысăк тутар ялĕсене çуркуннесерен çӳретчĕ, — чăпар лаша кирек ăçта та акатуйсенче лашасене тавлашуллă чуптарнă чухне мала тухатчĕ. Вара Тимахви Чишма ялне питĕ те илемлĕ сĕлкĕ тутăрсем вĕлкĕштерсе килсе кĕретчĕ, лаша çилхисенче тĕрлĕ тĕслĕ хăюсем вĕçсе тăратчĕç.
— Шухăша кайрăн-им? — терĕ Николай, чĕлпĕрне туртрĕ те хăй лашине Хамитпе юнашар уттарчĕ.
Хыçалтан, вăрман тăрринчен, чылаях хăпарнă çĕнĕ уйăх хура пĕлĕт анисене выратчĕ, пĕлĕтсем мар, хăй шунă пек курăнатчĕ. Лашасем, иккĕш юнашар тăрсанах, пĕрне-пĕри сăмсисемпе шăршласа илчĕç те пĕр тан пырса юртрĕç.
— Ха, шурăмпуç çăлтăрĕ тухрĕ! — терĕ Михаля, — унта çынсем пурăнаççĕ-ши, Николай Петрович?
— Унта питĕ вĕри, теççĕ. Унта Антуна, пуйма тăрăшакан çăтă çынна, кайса ямалла, — теме аса илсе кулчĕ Николай.
— Мĕншĕн сана сасартăк Антун аса килчĕ? — ыйтрĕ Михаля.
— Кĕтмен çĕртен мар, Михаля тусăм. Эпир виçсĕмĕр те яла вăрлăх шыраса тупас пирки каятпăр. Антуна пирĕн ярса тытса силлемелле, унăн пытарса хунă тыррине тупмалла. Малтан эпир ăна ӳкĕтлесе пăхăпăр, анчах пирĕн ӳкĕт хыткукар чĕрине витес çук. Эсĕ, Михаля пичче, хăвăн почерк начар, хитре çырма пĕлместĕп тесе пăшăрханатăн. Хут çырнинче мар, урăххинче çĕр ĕç комитет председателĕн ĕçĕ. Урăхла каласан — çĕр комиссарĕ.
Тул çутăлса пычĕ, шурăмпуç çăлтарĕ ирĕлсе кайнă пекех çухалчĕ, уйăх тăкса хăварнă сĕт тумламĕ пек шупкаланса юлчĕ. Ир енне юр айĕнчи çĕр сывласа кăларнă тĕтрере Шерхулла курăнми пулнăччĕ, яла çитес чухне вăл юлташĕсене кĕтсе чарăннă иккен. Ун лаши хирте кăна малта пĕр-пĕччен пыма юратать, яла курсанах, вăл сăпайлăхпа тирпейлĕхе пĕлет иккен, — икĕ лаша хушшине пырса тăчĕ те, пуçне каçăртмарĕ, чиперех юртса пычĕ.
— Кунтан пушă-и, тулли-и тухса кайăпăр? — терĕ Улангин. — Аптăранă кăвакал кутăн чăмнă тенĕ пек, хăш-пĕр чухне тĕшмĕше те ĕненес килет.. Тулли витреллĕ хĕрарăма курасчĕ.
— Пире хĕрарăм курни те çитет, — кулса каларĕ Михаля, — Вавилова хĕр тĕл пултăрччĕ.
Ял урамне пырса кĕрсенех тăкăрлăкран кĕвентеллĕ мĕлке килсе тухрĕ те хирĕç утрĕ.
— Эсĕ тухатмăш-и, Михаля! — Улангин ăна аякĕнчен кăлт тĕртрĕ. — Николай Петровича савăнтарма кам килет, куратăр-и? Зоя Тимофеевна, çап-çамрăк учительница.
Лашасем чарăнчĕç, вĕсен умĕнче Зоя Тимофеевна та чарăнчĕ.
— Эсĕ пире тулли витрепе кĕтсе илтĕн, — терĕ Улангин, — апла эппин Йĕлмекассинчен пушă тухса каймăпăр.
— Мĕн илесшĕн эсир? — Зоя Тимофеевна Михаляпа Улангин çине уççăнах пăхрĕ, анчах Николайпа куçа куç пулсан, вăл пуçне чикрĕ.
— Сана çураçма килтĕмĕр, — терĕ кайра пыракан Шерхулла.
Зоя Тимофеевна кулса ячĕ, лашасем шыв ĕçме туртăннăран каялла чакрĕ. — Эсир, виçĕ комиссар, юмахри улăпсем пек: Гаврил Улангин варринче Илья Муромец пек ларать, Николай Петрович Алеша Попович пек куç айĕнчен пăхать, Михаля пичче Микуло Селянинович пек шухăша кайнă, çурхи акана кĕтсе çӳрет пулĕ.
— Эсĕ, Зоя Тимофеевна, — терĕ Николай, — пире, Улангинпа иксĕмĕре, юптарса улăпсем турăн пулин те, Михаля пичче пирки питĕ тĕрĕс каларăн вара. Чăнах та, вăл пирĕн вулăсри Микуло Селянинович, çĕр комиссарĕ.
Лашасем кĕвенте çинчи витресенчен шыв ĕçесшĕн каллех туртăнчĕç, Зоя Тимофеевна чака-чака пырса такăнса ӳкетчĕ, аран тытăнса юлчĕ.
— Ара эпир чипер хĕре ывăнтарса çитертĕмĕр, — Улангин чĕлпĕрне туртрĕ, çул хĕррипе иртсе кайрĕ, ун хыççăн ытти лашасем те пылчăк çăрса утрĕç.
— Эсĕ, Шерхулла, — терĕ Николай, хăй хурал пӳрчĕ умĕнче йĕнер çинчен сиксе ансанах, — лашасене Чинук аппасен кил картине кĕрт.
Тăватă юланут яла ирех пырса тухни çынсене шухăша ячĕ, ваттисем те, ачасем те чӳречесенчен пăха-пăха юлчĕç. Кашни килте хăйне май туйăмсем çуралчĕç: хăшĕсем савăнчĕç, теприсем шикленчĕç.
— Люшша, хурал пӳрт таврашне кайкаласа çӳре-ха, мĕнле хыпар унта? — терĕ Варлам.
— Мĕнле хыпар? — тин вăраннă Люшша пуçне хыçкаларĕ. — Пуянсен кĕрĕкĕсене хывас та чухăнсене хур йăви туса парас, теççĕ. Унта эпĕ каймастăп. Пымассерен мана Тихха арăмĕ мĕн те пулин каласа хăртма пăхса тăрать. Колякка кайтăр.
— Кай-ха, эппин, эсĕ, — терĕ Варлам пит çуса тăракан Коляккана.
— Мĕн итлес?
— Пире хĕстерес пирки калаçмаççĕ-и? Ĕлĕк пуян тетчĕç, пирĕн умра пуç таятчĕç, халĕ кулак теççĕ те çурт-йĕре туртса илесшĕн.
Антун та тăватă юланута ахаллĕн, пĕр шухăшсăр ирттерсе ямарĕ, пуçĕ çине инкек ӳкес пек пăхса тăчĕ.
— Кантуртан тăватă юланут ирех, кăмакари шĕлкăвар сӳничченех, килсе тухсан, хыпар ахаль иртмест, çӳç пĕрчине туртать, — вăл чӳрече умĕнче калаçса тăчĕ.
— Эсĕ ялта ятлă çын, совет членĕ-çке, — терĕ арăмĕ, чӳрече патне пымарĕ те.
— Эсĕ айванла ан калаç-ха, мана ял Совечĕн членĕ тесе, ĕнсе тирне чĕрмесĕр хăвармĕç. Микулай, ăслă çын, вăл хĕрхенсен те, Ямшăк Михали тем инкек тума пул-тарĕ.
— Петте ачи Микулай пире тивет-и? — мухтаннă пек калаçрĕ арăмĕ. — Сума сăвĕ, пире хĕрхенĕ, Ямшăк Михали, кăшт-кашт алă пусма пĕлекенскер, сан çине алă йăтĕ-и, намăса та пĕлмĕ-и, хăй çуралнă ялĕнчи çынна та пĕтерĕ-и? Ямшăк Михалине хăйĕн саккунне кăларма иртерех-ха. Кăранташ тытиччен шĕшлĕ тыттăр та çăпата тутăр.
— Ах, пĕлмесĕр калаçатăн-çке, карчăк! — тарăхсах кайрĕ Антун. — Пĕлетĕн-и, кам халĕ Ямшăк Михали?
— Кам пултăр?
— Вулăсри çĕр комиссарĕ. Хресчен пурнăçĕ çĕртен килет-çке. Ямшăк Михали Антуна пакартинчан тытас тесе алă пусĕ те, пуккуссене лайăх çырмасан та, эсĕ хăвăн вăрăм чĕлхӳпе çуласа та тасатаймăн.
— Ай-тур-тур! Ямшăк Михали те чаплă çын, кăмиссар! — арăмĕ çурăлса каяс пек пăвăнчĕ, ахлатса сывларĕ.
— Ан пăшăрхан, карчăк, — Антун сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. — Манăн килте тырă çук. Пытарнине Ямшăк Михали мар, йĕп пек шĕвĕр сăмсаллă юс та шыраса тупас çук. Çӳлти турă тата иксĕмĕр пĕлетпĕр.
Вулăсран килнĕ çынсем, хурал пӳртне кĕрсен, кăмака патĕнче, вут чĕртсе тăракан Тихха арăмне курчĕç.
— Пирĕн килес, Карпи инке, — терĕ Николай, хăй пĕрре килсен, çак пӳртре Тихха арăмĕ хăйĕн чăн-чăн ятне каласа панине аса илчĕ.
— Пурнăç урапи кусать-и, сулăнка каймасть-и, инке? — Улангин килсе кĕчĕ.
— Кустăрăнать-ха.
— Малашне те çаплах чипер кустăрăнтăр, — Улангин алăка çекĕлпе çаклатрĕ. — Халăх кĕшĕлтетсе пухăниччен калаçар-ха.
— Карпи инке, сĕтел хушшинех килсе лар-ха, — терĕ Николай. — Пирĕн санпа калаçмалли пур.
— Хам ура çинче тăрсан та, манăн чĕлхе калаçать, — Тихха арăмĕ сĕтел умне пычĕ.
— Эсĕ çĕнĕ пуян Антун тырă пытарнине пĕлетĕн ĕнтĕ, — терĕ Николай, — сĕтел хушшине лар та пĕр хăрамасăр йĕркипе каласа пар-ха.
— Эпĕ хам пĕлнине пытарса тăмастăп, — Тихха арăмĕ алăк еннелле пăхса илчĕ, такама юнанă пек калаçрĕ. — Мĕскĕн ĕмĕр шăппăн калаçсах иртсе кайрĕ, халĕ хыттăн каласа парам. Мана пуянсем ĕçлеттерсе юн хăстарнă, мăшкăлланă та, хĕненĕ те. Халĕ ĕнтĕ манăн вĕсене хамăн асаплă ĕмĕршĕн тавăрма вăхăт килсе çитрĕ. Антун пĕчĕкрех пуян-ха, матки те, хăй те хыткан, анчах вĕсем халăх юнне сăхса пĕрене хушшинчи хăнкăласем пек самăрăласшăн. Антун ял Совет членне хĕсĕнсе кĕрсе кайрĕ, хăйне юс пек чее тытать, анчах эпир, чухăнсем, анкă-минкĕ мар, нумай макăрнипе куç начарланнă, çапах та курать. Эпĕ армантан таврăннă чухне куртăм. Çанталăк пĕлĕтлĕччĕ, автансем кăна ир килнине шăри-шари авăтса пĕлтеретчĕç. Хамăр çыран пуçне çитрĕм те пăртакçă канас терĕм, сивĕ çĕр çине ларас килмерĕ, тунката çине лартăм. Ай-тур-тур, чун ура тупанне ансах кайрĕ, çăпата тĕпне шăтарса тухас пекех йăшăл-йăшăл çӳрерĕ. Манран инçех те мар, ватă йăмра айĕнче, икĕ хура мĕлке курăнчĕ. Вĕсем, пăхатăп та, васкаççĕ, калаçаççĕ, урапаран михĕ хыççăн михĕ çĕклеççĕ те йăмра айĕнче чавнă шăтăка чикеççĕ. Мана курсан, кусем мана халех пуçран çапса тĕнтеççĕ тетĕп, хам та тунката пекех пулас тесе пĕр хускалмасăр, çăварпа сăмса шăтăкĕсене алăпа тытса лартăм, эпĕ, çĕтĕк сăхманпаскер, ĕнтĕркесех шăнса çитрĕм. Итленĕ пек пулса лартăм та, Антунпа матки иккенне тĕттĕмре палларăм, сассисенченех тавçăртăм. Вĕсем кайсан, ватă йăмра патне пыма хăрарăм, каярахпа тин пытăм та урапа йĕрĕсем унта-кунта кăшт-кашт курăнкалаççĕ. Антунсем пĕрре кăна килмен иккен, анчах йĕрсене шăлса хăварнă. Тилĕ те хăй сукмакне хӳрипе шăла-шăла хăварать-çке. Антунпа матки хăйсене кутăруçăн питĕ чухăн пек кăтартма тăрăшаççĕ, кăнтăрла, хăйсем патне çынсем кĕрсе çӳренĕ чух, çĕрулми çеç пĕçереççĕ, тăварне хăяматсем сĕтел çине тăватă-пилĕк чĕптĕм çеç хураççĕ, çĕрле вара чӳречесене хупса тухаççĕ те кăмака хутса яраççĕ, тутлă апат какăриччен чыхаççĕ. Хăйсем: «Эпир епле чее, епле улталатпăр», — теççĕ ĕнтĕ, ихĕлтетсе лараççĕ, анчах пӳрт мăрйи улталамасть-çке, какайпа пĕçернĕ шаркку шăрши те, хуплу шăрши те кăларать. Илпер çыранĕ пуçĕнче те ватă йăмра ларать, тăррине аçа çапса хуçнă. Ун айĕнче Антун тырри выртать. Тупата туршăн! Эпĕ пуянсенчен хăрамастăп, анчах ман тата пурăнас килет. Çавăнпа эсир, шăллăмсем, ман сăмахсене никама та, хăвăр арăмăрсене те ан пĕлтерĕр. — Тихха арăмĕ кăмака умне чупса пычĕ, çунакан пуленкесене турчăкапа пăлхатрĕ. — Эсир лумсемпе кĕреçесем илĕр, — терĕ вăл.
Алăка туртни илтĕнсенех, Улангин сиксе тăчĕ те çекĕле вĕçертрĕ.
— Мĕншĕн эсир питĕрĕнсех ларатăр? — ял Совет председателĕ пырса кĕчĕ, ун хыççăн Уçăп та кĕрсе çĕлĕкне хывса пуç тайрĕ.
— Алăк чипер хупăнса тăмасть, çавăнпа çаклатрăм, — терĕ Тихха арăмĕ. — Кунта эпир тăваттăн, сакăр урана ăшăтмалла. Эпĕ сана кĕтсе тăнă чух алăка хытă питĕрместĕп, санăн хăрах уруна ăшăтма, Ваçка шăллăм, нумай ăшă кирлех мар.
— Эсир килнине курасса куртăм, анчах кăмака хутса янăччĕ, апат та пĕçермелле, пĕччен-çке эпĕ.
— Темшĕн авланмастăн эсĕ? — терĕ Тихха арăмĕ. — Хăрах ураллă каччă йыхрав ярасса тăлăх арăмсем мар, чип-чипер хĕр икĕ уран сиккелет, хăй калама хăймасть.
— Авланас пирки кайран калаçăпăр, — Николай Василий умне пырса тăчĕ.
— Хăй те авланмасть, çынна та авлантарасшăн мар, — ихĕлтетрĕ Тихха арăмĕ.
— Эпир Ваçка пиччепе çурхи тырă аксан, ешĕл пусă тăрринче тăрисем юрлама тытăнсан, авланăпăр. Эсĕ, Карпи инке, хĕрне çураçса хур. Халĕ пирĕн вăрлăх тупмалла, ăна хура тăпраллă анана качча памалла. Эсĕ те, Улангин юлташ, Уçăппа Ваçка пичче те, кунта калаçса ан ларăр, лумпа кĕреçесем хатĕрлĕр.
— Мĕн тума ара? — тĕлĕнсе пăхрĕ Ваçка.
— Никам та вилмен, пытармалли çук, — терĕ Николай. — Сире Улангин юлташ каласа парĕ. Кунта пирĕн Михаля пиччепе иксĕмĕрĕн Антунпа калаçасчĕ.
— Эпĕ ăна çул май каласа хăварăп, — терĕ Уçка.
— Лум Наçтукран илĕр, — терĕ Тихха арăмĕ. — Унăн лумĕ çинçе тата çивчĕ вĕçлĕ, шăннă тăпрана шăтарма лайăх. Наçтука хăйне те чĕнĕр!
Улангин ял Совет пуçлăхĕсемпе тухса кайсанах, вĕсем алăка хытă хупнипе чӳрече кĕленчисем янрама чарăнса çитменччĕ, Антунпа ытти арçынсем килсе кĕчĕç. Ман килес, — терĕ те Антун, Николайпа Михаляна алă парса тухма васкарĕ.
— Пире кĕме юрать-ши? — терĕç ыттисем, алăк патĕнчех тăчĕç.
— Сире юрамасть халĕ, урама тухăр та табак туртăр, çурхи пĕлĕте тĕрлĕр, — хыттăн каларĕ Тихха арăмĕ. — Чăннипе калатăп, ял халăхĕ.
— Антуна юрать те, пире мĕншĕн юрамасть?
— Эпĕ ял Совечĕн членĕ, — Антун хулпуççи урлă каррăн пăхрĕ.
— Кунта Антун хуçа чухне пирĕн калаçасси-тăвасси çук ĕнтĕ, — арçынсем тарăхса тухрĕç.
— Эсĕ, Карпи инке, тухса çӳре-ха.
Карпи тухса кайсан, Николай алăка çаклатрĕ.
— Пирĕн санпа тӳррĕн пуплемелли пур, Антун пичче, — терĕ Николай, сĕтел хушшине кĕчĕ, Антуна хирĕç ларчĕ.
— Эпĕ хам та санпа тахçанах чĕререн калаçасшăнччĕ, — Антун сĕтел çине аллисемпе тайăнчĕ.
— Пирĕн паян нумаях вакламалли çук. Йĕлмекассин акма вăрлăхĕ çук, — Николай Антуна куçĕнчен чăррăн пăхрĕ. — Санăн тырă пур. Халăха кивçен парăна? Халăх кĕркунне тавăрса парĕ.
— Хам та аптранă кăвакал пек шухăшлатăп-ха, вăрлăх илме кам пӳлмине чăмас-ши, тетĕп.
— Санăн тырă пур, ху валли çеç мар, çур яла çитĕ, — Николай Антун куçне çунтарас пек пăхрĕ, леш пăрăнчĕ.
— Эсĕ мана, ял Совет членне, хăвăн хресне аçуна, шанмастăн-и? — тархасланă пек мĕскĕн сасăпа калаçрĕ Антун. — Питех те ĕненмесен, атьăр, эппин, виçсĕмĕр манăн кĕлете кайса пăхăр — кушаккайăксем те унтан тухса тарнă, манăн килкарти варрине çерçи те вĕçмест, пĕр пĕрчĕ тырă тупаймасть. Арăмпа иксĕмĕр çĕр улми çеç çиетпĕр, хырăма улталаса пурăнатпăр.
— Пуян çынсем тырра хальхи саманара кĕлетре тытмаççĕ, çĕр айне пытараççĕ, — терĕ Николай.
— Эпĕ, Микулай шăллăм, сан аçупа туслă пурăннă, вăл эсĕ çуралнă кунах мана хăй килне чĕнчĕ. Эпир иксĕмĕр те сана ăслă та сывлăхлă çын пултăр тесе кĕл турăмăр, çăкăр сăмси çыртса турра тархасларăмăр. Аçу вилсе кайрĕ, эпĕ, санăн хресне аçу, аран-аран пурăнкалатăп. Эсĕ манăн хресне ывăл-çке, çапах та чĕререн каланă сăмаха ĕненместĕн. Эпĕ Варлам мар, хамăн тырă пулсан, лаша кӳлĕттĕм те мăкаçей кĕлетне леçсех парăттăм.
— Çук, эсĕ хресне аттем пулсан та, сана шанмастăп та, ĕненместĕп те, хама та, халăха та улталамастăп. Ĕç шала кайиччен чунна уç, тырруна пар, Йĕлмекасси халăхне анисене акма вăрлăх пар, выçă ан хăвар. Варлам хăй тыррине килĕнчех пытарнăччĕ. Ăна халăх-шыраса тупрĕ. Эсĕ çĕнĕ пуян, çавăнпа Варламран чее, тырруна аяккарах пытарма пĕлнĕ, ху килӳнте ихик! кулса çеç ларатăн, халăх выçăпа вилессе, ху тырруна çитмĕл çичĕ хутлă хакпа сутса пуйма хатĕрленетĕн, халăх шăмми çинче Йĕлмекасси патши пуласшăн эсĕ, манăн хресне атте! — Николай сиксе тăчĕ, Антун çине йĕрĕнсе пăхса илчĕ.
— Эсĕ, Микулай ывăлăм, турра ĕненместĕн ĕнтĕ, — терĕ Антун, тата тем каласшăн пулчĕ те чарăнчĕ.
— Турă, тĕнчере чăнах та пулсан, Йĕлмекассинчи ачисем масар çине ăсанасса сисĕччĕ, пĕлĕт çинче ангелсем анса ӳстернĕ тырра çĕре антарĕччĕ, мăйракаллă шуйттан та тӳссе тăраймĕччĕ, шăтăкĕнчен сиксе тухĕччĕ. Эсĕ турăран та, шуйттанран та хăрушă, эсĕ çăтă Антун! — Николай сĕтел хушшинчен тухрĕ.
— Антун, санăн пытарнă тырру çинчен пĕтĕм ял калаçать-çке, — терĕ Михаля. — Хăвăн ирĕкӳпе памастăн-и вара?
— Кам калать? — Антун хаяррăн сиксе тăчĕ. Михаляна хăратас пек пăхрĕ.
— Эсĕ кăркка аçи пек пĕсехӳсене ан хăпарт. Халăх çапĕ те, çурăлса кайăн, — терĕ Михаля.
— Кам калать вара? — Антун сарса пăрахнă тутисенчен сĕлехине сирпĕтрĕ, куçĕсене хĕретрĕ.
— Калаканни Кавалта, суяканни халĕ ял Советĕнче, — Михаля Антун умĕнчен пăрăнчĕ. — Николай Петрович, унпа калаçса сăмахпа вăхăта сая яни çеç. Каяс та ухтарас!
— Арăмпа иксĕмĕре çиме çеç тырă пур. Çăкăр çыртса тупа тăвăттăм та... — терĕ Антун, сĕтел умĕнчен пăрăнса.
— Çăкăр çыртса тупа ту, эппин, — килĕшрĕ Николай.
— Ара, кунта çăкăр çук-çке, киле кайса килес-и? — Антун йăвашшăн уткаласа çӳрерĕ.
— Ме, çырт! — Михаля кăмака хыçĕнчен тухрĕ. Антуна пĕр пĕчĕк татăк çăкăр тыттарчĕ.
Антун пĕр хĕрелчĕ, пĕр шуралчĕ, ĕнсе шăнăрĕ шаннă пек пуçне лĕшт усса тăчĕ.
— Турра чике тăршшĕ лартсан та, çăкăртан хăра, çăкăртан пысăк ан пул! — теççĕ. Çăкăртан хăратăн-им? Çырт та, чиркӳ туррипе чăваш турри умĕнче тупа ту! — терĕ Михаля, Антун умне пырса тăчĕ.
— Эй, Христус! Эй, Пихампар! Мана Микулайпа Михаля питĕ те хĕстерсе çитерчĕç, тырă ыйтса пĕтĕм чуна пăрчĕç. Манăн памалли тырă çук, — терĕ Антун.
— Çĕр айне пытарнă тыррăм çук те! — Мяхаля Антун çăварне пăхса тăчĕ.
— Çĕр айне пытарнă тыррăм çук. Сирĕн умăрта тупа тăватăп. Эсир, ырă турăсем, ман çинчен сăмах саракан çынсене ахаль ан хăварăр, аслати кĕрлеттерĕр те аçа çапăр! Вĕсене çĕр çăттăр! — Антун çăкăр чĕллине çыртрĕ, пĕр пĕрчĕ те çăтса ямарĕ, алăка уçса тухрĕ, хурал пӳрчĕ умне сурса хăварчĕ.
Халăх хурал пӳрчĕ тавра кĕшĕлтетсе тăрать. Антун вĕсем хушшинчен хăвăрт иртсе кайрĕ, хăйне кăшкăрсах калакан çынсене те пĕр сăмах чĕнмерĕ, çилленнипе çурăм лупашки тарларĕ, чĕркуççисем чĕтресе пычĕç. Килне çитсенех, вăл хыпсăнса тăмарĕ, сак çине улăхса выртрĕ, çĕлĕкне пуç айне хучĕ.
— Хытă пăсăрлантарчĕç-им? — илтĕнчĕ арăмĕн сасси.
— Каласа пама та вăй çук. Ямшăк Михали тăрăнчĕ, мана çăкăр çырттарса тупа тутарчĕ. Эпĕ хамăн тырра пама ухмах-и? Килсе ухтарччăр! Турă каçартăр, — Антун куçне хупса калаçса выртрĕ.
— Микулай вăрçмарĕ-и?
— Эпĕ тĕнчере унтан усал çын курман.
— Хресне ывăлу-çке.
— Кăна пĕлес пулсан, эпĕ пĕр-пĕр анчăка хресне анчăк тунă пулăттăм. Кăшкăрччăрах! Эсĕ, карчăк, ан калаç-ха, манăн çывăрас килет.
— Кăмиссарсем килнĕ те çывăрма парĕç-и! — арăмĕ кăшкăрсах ячĕ. — Кил-ха кантăк патне. Кур! Малта Наçтук лумпа пырать. Уçка кĕреçесем йăтнă. Акă Микулайпа Михаля хурал пӳртĕнчен тухрĕç, Уланкă Кавришĕпе калаçса утаççĕ. Тăр, Антун! Кунта килеççĕ пулĕ.
— Килччĕрех! Эпĕ хăнк та тумастăп, килкартине чакалама тытăнсан та кунтах выртăп.
— Ай-ай! Пĕтĕм халăх уялла шăвать. Илпер çыран пуçне каймаççĕ-ши, Антун?
Антун сиксе тăчĕ, тепĕр чӳречерен пăхрĕ, чӳрече куçне сăхман çаннипе шăлкаларĕ, урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ, аллисене тăсса выртрĕ:
— Пĕтрĕмĕр, пĕтрĕмĕр! — ĕсĕклесе макăрса ячĕ, ӳт-тирпе тытамак тытнă пек турткаланчĕ.
— Ылханăм ӳктĕр! — арăмĕ тĕпелте чупкаласа çӳрерĕ, кăмака айĕнчен кусар туртса кăларчĕ, сунтăхран пĕр ывăç тăвар илчĕ, тăварне урайне сапса тухрĕ те урай хăмине кусарпа таккаса такмакларĕ: — Эй, çӳлти турă, пире вулăсри кăмиссарсенчен, ялти çĕтĕк-çатăк чухăнсенчен сыхла, пирĕн инкеке пĕл те пире, Антунпа иксĕмĕре, Йĕлмекасси çыннисене, хĕрхен, пĕлĕтрен çăмăллăх антар. Аминь. — Антун арăмĕ икĕ аллине те кăкăр çумне тытрĕ, макăрса ячĕ.
— Эх, карчăк, турă чăнах та пулсан, ăна ан ултала, çылăха ан кĕр! — терĕ Антун.
— Ухмаха тухрăн-им, старик? — хăтăрса илчĕ арăмĕ. — Турă чăнах пур-и тесе ан аташ! Çĕр çинче камунистсем пур чухне пĕлĕт çинче турă вилнĕ-им?
— Эсĕ ан вăрç-ха. Эпĕ турă умĕнче кĕл турăм, манăн пытарнă тырă çук тесе çăкăр çыртрăм, çӳлти турра улталарăм-çке.
— Эй, эсрел! Эй, шуйттансем! — терĕ арăмĕ. — Эпир Антунпа иксĕмĕр, çылăхлă çынсем. Эсир Хĕр-Ваçкан тепĕр урине çапса хуçăр! Ямшăк Михалин ывăлне, пулас арăмне ырă пурнăç ан парăр, чир ярăр! Пирĕн пытарнă тырă тĕлне кăтартакан çынна чăмлăр, пысăк асап кăтартăр! Ман сăмаха итлĕр, шуйттансем! — Антун арăмĕ вăрах ылханчĕ, темиçе хут пуççапрĕ.
16
Илпер çыранĕн пуçĕ — ку тавралăхри ялсенче хăратакан паллă вырăн, унта ĕлĕк-авал, ваттисем каласа панипе, чылаях пысăк вăрман пулнă, мăйăр та ӳснĕ, хăмла çырли вăрман варринче вут тухнă пек хĕрелсе ларнă. Вулăс ялĕнче кирпĕч чиркӳ лартсанах, пуп çак вăрманта çулсеренех çинçе эрнинче уйчӳк ирттерекен чăвашсене салатнă. Вара пĕрре салтаксене чĕнтернĕ те уйчӳк вăрманне кастарнă, тепĕр çул йывăçсем хунав яма тытăнсан, пуп вĕсене вирт яртарса хăртнă. Чăвашсем çап-çара вырăна кĕл тума çӳремен, анчах та ĕлĕк хăйсен таса турри юратнă вырăна мансах кайман, унта йăмрасем лартнă. Авалхи чăвашсем уйчӳкре турра асăнса лаша е вăкăр пусса пысăк хуранта пĕçернĕ, пĕтĕм халăх пĕрле çинĕ пулсан, пыра-киле туррин мухтавĕ те чакса пынă, ăна паракан парнесем те вĕтелнĕ. Килĕнче кам та пулин чирлесен, чĕртме ыйтса, выльăхне вăрласа кайсан — кукăр алăллă çынна усал чир лектерсе асаплантарма ылханса, чăвашсем халĕ Илпер çыранĕ пуçне пушăтран касса тунă лаша кĕлеткисем кайса лартаççĕ, ватă йăмра кутне юсман икерчĕсем пăрахаççĕ. Тĕшмĕше питĕ те ĕненекен çынсем хушшинче ку вырăна чăваш турри ячĕпе асăнакан çук ĕнтĕ, вĕтелнĕ парнесемпе пĕрле туррисем те вĕтелнĕ, халĕ унта усал вĕтĕ шуйттансем пурăнаççĕ иккен, çыран тĕпĕнче шăлкăртатса выртакан çăлкуçне «йĕрĕх шывĕ» теççĕ. Чăвашсем Илпер çыранĕ пуçĕнчен иртсе çӳренĕ чухне шикленеççĕ, унти çĕре хытă таптас мар тесе, лашасене шак-сиккипе юрттарса ирттермеççĕ, ку тĕлте пĕр-пĕринпе вăрçмаççĕ, усал сăмах каламаççĕ. Илпер çыранĕн пуçĕ халăха савăнтармасть, хăратать çеç. Унта икĕ çул килсе пĕрлешеççĕ: пĕрин, чугун çул енчен килекеннин, ячĕ çук, сарлака та вăл, тап-такăр. Тепри сукмак пекех ансăр, анчах ăна ылханакан çынсем, питĕрех те хĕрарăмсем нумай. Ăна «эрех çулĕ» теççĕ. Варлам Йĕлмекассинче каçункка уçсан, Итĕлмеспе Хурапха енчен килекен çул такăрлăнма тытăннă, ун пирки юрă та çуралнă:
Эрех çулĕн кĕперĕ,
Хупран тунă кĕперĕ,
Эпир иртсе кайнă чух
Хăнтăр-хăнтăр тутăр-и?
Укçа пулсан ĕçер-и,
Киле калла килнĕ чух
Кĕпер айне выртар-и,
Тепре укçа тупиччен
Çĕтĕк йĕмпе çӳрер-и?
«Эрех çулĕ» ку таврари чăвашсене Варлам хупахне çӳретнĕ, унта çитлĕ çынсене вĕлерни те, çаратни те нумай пулнă. Варлам хупахне çӳреме тытăннă çын йĕркене кĕреймен, мĕншĕн тесан Варлам илĕртме пĕлнĕ, кĕсъерен тӳрех укçа шăнкăртăкки кăларса хума ыйтман, эрехе тырăлла, çăмарталла, çăмла, хăмлалла панă, кĕркуннеччен те кĕтме пултарнă, пурне те хăйĕн кĕнекине çырса пынă. Вăл пĕли-пĕлми туман: ватăраххисемпе чирлисене кивçен паман, парăма тавăрмасăрах вилсе каясран шикленнĕ. Чухăнсем Йĕлмекассинче патша пек шутлакан Варлама куçа-куçăн хирĕç тăрайман, юрă хывнă:
— Ăçта каян, ăстарик?
— Варлам патне, хупаха.
— Ăсу пур-и, ăстарик?
— Асăм пурччĕ ĕлăк чух,
Варлам хупах тытман чух.
Халĕ ăсран тухнипе
Çӳреп эрех çулĕпе
Çĕтĕк-çатăк кĕпепе.
Ку яхăнта çилсем вĕрсе сăртсене хуратнă. Хĕвел уй-хире йĕкĕр ывăçпа ылтăн çутăсем сапалать, кирек ăçта та йăлтăр-йăлтăр тăвать. Çунасем сахал çӳренĕ çул çинче Йĕлмекас халăхĕ шăнăçаймасть, пылчăклă хире саланса утать, мĕнле хыпар пуласинне пĕлмесен те, ачасем, пĕрне-пĕри хӳтерсе, пылчăк сирпĕтсе чупкаласа кăшкăрашаççĕ. Наçтук çаплах малта пычĕ, икĕ çул юппине çитсенех, тăп чарăнчĕ.
— Ăçталла каймалла? — терĕ вăл Вавилова. — Йĕрĕх йăмри патне пырасах-ши?
— Питех шикленетĕн пулсан, лумна хама пар, Наçтук аппа? — Улангин хăй аллинчи кĕреçине Наçтука пама тăчĕ.
— Йĕрĕх Антуна тыттăр! — Наçтук хăвăрт çаврăнса тăчĕ те çырана анчĕ, кунта юр ирĕлмен-ха, тарăн выртать, хăш-пĕр чухне Наçтук пилĕк таранах юра путрĕ. Сике-сике пычĕ.
Халăх ĕмĕртен хăратса тăракан йĕрĕх йăмралăхне кĕме хăрарĕ, çыран хĕрринче кĕпĕрленсе тăчĕ, ачасем кăна йăшăлтатса çӳрерĕç, туратсем çине хăпарса ларакансем те пулчĕç.
— Эсĕ, йĕрĕх хуçи, мана, тăлăх арăма, ан тив, эпĕ санпа хирĕçме килмен, сан тымарусем айне пытарнă тырра кăларма çеç, — терĕ Наçтук ватă йăмра умне пырса тăрсанах, лумне çĕклесе илсе лач лартрĕ, тата виç-тăватă хут эхлетсе илчĕ те, лумĕ анчĕ те кайрĕ.
Çав самантрах Улангинпа Уçка çиелти тумĕсене хывса юр çине ывăтрĕç, кĕреçесемпе хăвăрт чавса юра вĕçтерчĕç, тăман кăларчĕç. Çыран хĕрринчи халăх чăнах тем тупăнасса сиссе ватă йăмра тавра пухăнсах пычĕ. Улангинпа Уçка çĕлĕкĕсене те хыва-хыва вăркăтрĕç, хăйсем чăм тара ӳксен те, кĕреçисене пулăшма кĕтсе тăракан Николая та, ыттисене те памарĕç, шăтăка пилĕк таранах анчĕç.
— Çитрĕмĕр! — кăшкăрса ячĕ Улангин, пĕр хăма йăтса илсе вăркăтрĕ.
Нумаях та вăхăт иртмерĕ, хăма хыççăн хăма вăркăнса тăчĕ, Улангинпа Уçка курăнми пулчĕç.
— Тытăр! — тенĕ сасă шăтăкран янраса тухрĕ.
Николайпа Наçтук шăтăк умне пĕшкĕнчĕç, миххе сĕтĕрчĕç-сĕтĕрчĕç те, хăйсен хулпуççи çине йăтса хунăччĕ çеç, халăх кĕр-кĕр турĕ, çиллеслĕн çухăрнисем Илпер çыранĕ тăрăх сывлăша çурса анаталла анса кайрĕç!
— Кам тырри ку?
— Антунăн!
— Çĕнĕ пуянăн!
— Йĕрĕхрен те хăраман!
— Хăй йĕрĕх.
Василий халăх умне сиксе тухма тапаланчĕ, анчах ун йывăç ури путсах пычĕ. Николайпа Уçка миххе юр çине хурсан, Василий упаленнĕ пек тăрăшса пычĕ-пычĕ те михĕ çине улăхса тăчĕ:
— Юлташсем! — терĕ вăл. — Йĕлмекассинчи çынсем те, тавралăхри ытти ялсем те йĕрĕх йăмри патне пыма хăраççĕ, кукăртса пăрахĕ, юхан-шăтан чир ертĕ теççĕ,йĕрĕх çиллине лăплантарас тесе пăхăр укçасемпе нухратсем пăрахаççĕ. Çĕнĕ пуян Антун халăх акса тунă тырра ватă йăмра айне килсе пытарнă. Вăл, çăтă куçлă йĕрĕнчĕк, эпир выçăхса вилессе, пирĕн шăмăсем çинче ташлама, ял Совет пӳрчĕ тăрринчи ялава туртса антарма, ăна çурса тăкма, ялти чухăнсене сенĕкпе чиксе вĕлерме хатĕрленнĕ. Вăл мĕнле кăна чееленсе пăхмарĕ, хăйне выçă пек те, çĕтĕк пек те кăтартрĕ, ял Совет членне кĕрсе кайрĕ. Эсир, юлташсем, унăн йăл-йăл кулса тăракан питне куртăр та, хура ăш-чикне пĕлеймерĕр, ăна ялти Совет влаçĕн тытăмне суйласа лартрăр... Эпĕ кунта михĕ çинчен шăтăка пăхатăп та, шăтăк тарăн. Çуркунне килсе çитет, акма вăрлăх çукчĕ. Юлташсем, ку тырра мăкаçей кĕлетне хурăпăр, вăрлăхлăх усрăпăр, хамăр анасене акăпăр.
Шăтăкран михĕ хыççăн михĕ тухса тăчĕ, халăх умĕнче купаланчĕ. Йĕлмекассисем Антуна пĕлмен теме çук, пĕлнĕ, лутра та лăпсăркка лашине кӳлсе пасартан пасара çӳренине курнă, анчах юмахри пек пысăк арланла шăтăк чавасса шухăшлама пултарайман.
Мăкаçей кĕлетне çĕр пăт ытла вăрлăхлăх тырă кĕрсе выртрĕ, пĕтĕм яла шанчăк пачĕ. Председатель ампара питĕрсе илсе хурал лартсан та халăх тахçанччен саланмасăр мăкаçей ампарĕ умĕнче калаçрĕ, уй хапхинчен тăватă юланут тухса кайнине пăхса тăрса юлчĕ.
— Вулăс çулĕпе каймарĕç-çке аслисем, — терĕ сухаллă пĕр старик.
— Вĕссм Çатрана каятпăр терĕç, — пĕлтерчĕ халăха Наçтук.
17
Хĕвел ака уйăхне тарçа кĕрĕшнĕ пек хытă ĕçлеме тытăнчĕ. Çĕр пĕтĕм кăкăрĕпе ăшшăн сывласа ячĕ. Йăл кулса тӳпе кăвакарчĕ.
Çĕр ĕçне юратнă хресчен çынни ака-суха тума хатĕрленет, пĕлет хресчен çынни: халĕ ăна пусă сухапуç кӳлсе килессе кĕтет. Кĕтет пусă, анчах кашни ана çине çын килсе ĕçлеймĕ, хура тăпрана вăрлăхпа шуратса хăвараймĕ. Ял-ялĕнче ватти, вĕтти, хĕрарăм тата чăлах арçынсем кăна. Вăл та пулин юрĕччĕ, чăваш хĕрарăмĕ паттăр чунлă, анчах вăрлăх çителĕклĕ мар, лаша та сахал. Кунĕн-çĕрĕн ырми-канми çурхи ака пирки ĕшеленеççĕ вулăсри пуçлăхсем.
Хăвалăх енчи ялсенче çĕре валеçсе пĕтерсен, унта вăрлăхне те хатĕрлесе çитерсен ир-ирех çĕр ĕç комиссарĕ Михаил Ямщиков Йĕлмекассине пырса çитрĕ. Председатель ял Советĕнче пулнине пĕлсен, тӳрех ĕлĕкхи хурал пӳртне пычĕ. Василий чăн та унта.
— Çĕр валеçмелли список хатĕр-и? — ыйтрĕ комиссар.
— Хатĕрне хатĕр, — терĕ ял Совет председателĕ, — санпа калаçмалли, сӳтсе явмалли пур.
— Халăхпа сӳтĕпĕр, халăхпа явăпăр. Халех халăха чĕнтерсе пуху ирттерес пулать.
— Карпи инке, Исай пиччене кайса кала, халăх хăвалатăр.
— Ăçта хăвалатăр? — илтĕнчĕ Тихха арăмĕн сасси кăмака хыçĕнчен. — Урама-и? Халĕ ăшă ĕнтĕ, урама пуль?
— Урама, ял Совечĕ умне.
Тихха арăмĕ туя илсе кăптăртатса тухса кайсанах, председатель комиссар умне сарă хут çине çырса хунă списока сарса хучĕ.
— Эпир Хĕрлĕ Çарта вилнисене те списока кĕртрĕмĕр, — терĕ вăл, — арăмĕсемпе ашшĕ-амăшĕсем ан кӳренччĕр, терĕмĕр. Пуянсене кĕртмелле-ши?
— Эсĕ, Василий Карпович, пуянсене çĕрсĕрех хăварасшăн-и?
— Вĕсене, харам пырсене, çĕр памаллах-ши?
— Халлĕхе çемйи шучĕ тăрăх, ытти çынсене валеçсе панă пекех валеçсе хăваратпăр, шăпапа. Чухăнсене çĕре сутма хушмастпăр. Пуянсем те ытти çынсем пекех уйăрса панă çĕр çинче хăйсем ĕçлеччĕр, тар тăкса ӳстернĕ тыррăн тутине пĕлччĕр.
Тихха арăмĕ çаврăнса та килчĕ.
— Варлам чӳречине хамах шаккаса хăвартăм, — терĕ вăл, — манăн пĕр ят çĕр те çук-çке. Тиххан ячĕ пурччĕ, ăна та Варлам туртса илнĕ.
— Халĕ, Карпи инке, санăн хăвăн яту пур, — терĕ Михаля. — Шăпа хатĕрле!
Йĕлмекасси пысăк ял пулсан та, халăх часах пуçтарăнчĕ. Ватти-вĕтти, карчăкки-кĕрчĕкки — пурте пынă. Хурал пӳртĕнчен халăх çине ял Совет председателĕ тухрĕ.
— Юлташсем, эпир çĕр валеçессе вăраха хăварасшăн мар, — председатель калаçма кăна тытăннăччĕ, сасăсем кĕрлесе илчĕç:
— Курăнмалла тăр!
— Сĕтел илсе тухăр, сĕтел çине улăхса кала!
— Ял патши пек калаç!
— Кунтан та аван курăнать! — Василий Карпович алкум пусми çине хăпарса тăчĕ.
— Юлташсем! Эпир çĕре çĕнĕ саккунпа, Совет саккунĕпе, уйăратпăр. Арçын ячĕпе мар, едокпа уйăратпăр. Чиркӳ çĕрĕсене, пуянсен çĕрĕсене пĕтĕмпех каялла хамăр илетпĕр. Варак шывĕ хĕррипе выртакан çĕр хăйма пек ырă, çавăнпа унти анасене пуянсем турта-турта илнĕ, ĕмĕрлĕхе хăйсене çыртарнă. Кăçал эпир Совет саккунĕ кăтартнă пек тăватпăр, хамăрăн çĕре пуянсене те, пупсене те пĕр шит памастпăр, шăпа ярса çын пуçне валеçетпĕр, едокпа. Халиччен пирĕн ялта виçĕ пусăра кашнинче арçын ятне пĕрер çур пилĕк те хăрах йăран тивнĕ. Эпир кăçал тин çуралнă хĕрачасене те, хĕрупраçпа хĕр-арăмсене те, карчăксене те шăпана кĕртетпĕр. Пур чун та çĕр илсен, пирĕн çĕр çитет-и, чун пуçне ытла сахал лекмест-и? Эпир Уçăппа тăрăшсах шутласа лартăмăр та, пирĕн çĕр çителĕклех иккен, чун пуçне çĕнĕ саккунпа пĕр çур пилĕк лекет. Пирĕн ялта хĕрсемпе хĕрарăмсем вăрçăччен те арçынсенчен ытларах пулнă, халĕ ĕнтĕ пирĕн арçынсем вăрçă хирĕнче пуç хунă хыççăн хĕрарăмсем тата та нумайрах. Чиркӳпе пуянсен çĕрне тытса илĕпĕр те хĕрарăмсене те хăйсен пайне парăпăр, хамăр, арçынсем, кая тăрса юлмăпăр.
Сасăсем Ваçкана каласа пĕтерме памарĕç, пӳлчĕç:
— Хывăх вĕçтерместĕн-и, суймастăн-и, Ваçка?
— Ытлашши пуйса каймастпăр-и?
— Эпир Уçкапа иксĕмĕр питĕ те шутларăмăр, хамăрăн вулăсри комиссарпа канашларăмăр. Варак пуссинче пĕр ята икĕ хăрах йăран чи лайăх çĕр лекет. Эпĕ сирĕнпе тата пĕр япала пирки калаçса татăласшăн. Пирĕн ял çыннисем ирĕкшĕн çапăçса вилчĕç. Вĕсен çĕр ячĕсене халăха хут çинчен чĕрсе пăрахтарас марччĕ, çĕрĕсене кил-йышĕсене, ашшĕ-амăшĕсене, арăмĕсене, ачисене парасчĕ. Вĕсем пирĕн çĕнĕ саманашăн хăйсен юнне те, пурнăçне те хĕрхенмерĕç. Мĕн шухăшлать-ши халăх?
— Парас! — текенсем пулчĕç.
— Мана калама юрать-ши? — Муçук çĕлĕкне хывса силлерĕ те, халăх шăпланнине кура, калаçма тытăнчĕ: — Турă нихçан та вилнисене манса хăвармасть, вĕсене вăл ĕмĕр-ĕмĕр канса выртма кашнине пĕр чалăш тăршшĕ, урлăшне çур чалăшшар çĕр панă. Турă панипе, хура халăх, килĕшер, ытла çăтă пулар мар. Турра çиллентерес мар. Манăн сăмах пĕтрĕ.
— Сан сăмаху пĕтрĕ пулсан, манăн сăмах тин пуçланĕ, — Наçтук халăх умне сиксе тухрĕ. — Манăн упăшка ерман вăрçинче вилчĕ, пĕртен-пĕр ывăл ачана пăхса ӳстертĕм, вăл Совет саманишĕн çапăçса пуçне хучĕ. «Хĕрлĕ ялав алăран ӳкичченех çапăçăп, анне!» — тесе çырнăччĕ вăл чи юлашки çырăвĕнче. Хĕрлĕ ялав ман ачан аллинчен ӳкрĕ, анчах вăл пирĕн ялта çĕкленчĕ, пӳрт тăрринче вĕлкĕшет. Куратăр-и? — терĕ Наçтук, ялав енне аллине тăсрĕ. — Муçук, хăй ун чух тиексене эрех ĕçтерсе, салтак ячĕ тухасран пăрăнса юлчĕ, кайран: мана турă хĕрхенчĕ, — тесе мухтанса çӳрерĕ, ачисем те патша вăрçине каймарĕç, сутăçсемпе тиексем пулса тăчĕç, хальхи саманара хăйсем çуралнă яла пырса кĕмеççĕ, таçта тарса çӳреççĕ. Пухура та Муçук, чиркӳре те калаçать Муçук, хăйĕн пĕр чĕптĕм намăс çук.
— Ытлашши çĕр парсан, сана кам сухаласа парĕ-ши? Акана хăвах кӳлĕнĕн-и? — сăмахĕсене тăсса каларĕ Муçук.
— Сан пек тӳрĕ пилĕк сухалас çук, — Наçтук Муçук енне хаяррăн пăхса илчĕ. — Хусăкпа чавса тухăп та тырă акăп.
— Эсир кунта ытлашшиех шавласа ан кайăр, — терĕ Василий. — Мана кунта, сирĕн умăрта, йывăç урапа вăрах тăма май çук. Пирĕн ял Совечĕ хĕрлĕ салтаксен çемйисене пулăшмалла, хутран-ситрен тырă та памалла, анчах ку тарана çитсе май пулмарĕ. Вилнĕ салтаксен çемйисене çĕр хушса парас пирки килĕшмен çынсем çук пулас. Муçук пичче хăй хирĕç каламарĕ, турă çилленесрен кăна именчĕ. Турă пире чиркӳ çĕрĕсене туртса илнишĕн те çилленĕ. Халăх, ыран ирех уя тухма пухăнăр, шăпа çырса хатĕрлĕр.
— Чим-ха, чим! — Антун арăмĕ халăх хушшинчен сиксе тухрĕ. — Тăвансем, ман сăмаха итлĕр! Ара, Михаляпа Ваçка пире пĕтĕмпех тĕп тăваççĕ, ĕçлесе пухнă тырра илсе кайрĕç, тăр кăнтăрла хĕвел умĕнчех кулаççĕ. Антун хăранипе чирлесе ӳкрĕ, аран выртать. Çăхан çăхан куçне сăхмасть, чăвашсем чăвашах пĕтереççĕ. Халăх та Михаляпа Ваçка хыççăн каять-ши?
Ун сăмахне председатель Василий Карпович итлемерĕ, алă кăна сулчĕ. Халăх салансах пычĕ. Ачасем кăна Антун арăмĕ усал сăмахсем каласа урăм-сурăм ылханнине, намăс сăмахсемпе урса кайсах вăрçнине шалт тĕлĕнсе пăхса тăчĕç.
— Сире те ман ылханăм тивтĕр! Çĕр çăттăр! Кăвапăрсене юхан-шăтан çăпан тухтăр! — Антун арăмĕ куçне чарса кăшкăрсан çеç ачасем урампа чупрĕç, çатансемпе хӳмесем урлă та сиксе каçса тарчĕç.
Иркка йăпшăнса пырса хурал пӳрчĕ кĕтесси хыçне пытанчĕ:
«Пирĕн апла, тăватă ят пулать, мана та, аннене те çĕр параççĕ», — савăнса шухăшларĕ вăл.
Пысăк çынсем çеç мар, Иркка та Йĕлмекассинчи çĕр шутне пĕлет. Килне таврăнсан вăл амăшне хăйсене мĕн чухлĕ çĕр тивессине шутласа пама пуçларĕ:
— Акă итле-ха, анне: пĕр анара икĕ çур пилĕк, пĕр çур пилĕкре — икĕ хăрах йăран, ана тăршшĕ — 80 чалăш, урлăшĕ — 20 чалăш, — вара чылайччен Иркка хăй ăсĕнче шутласа тутисене хускатса ларчĕ:
— Анне, пире Варак пуссинче тăватă ятпа мĕн чухлĕ çĕр параççĕ, пĕлетĕн-и?
— Илтмерĕм-ха...
— Пĕр çынна пĕр çур пилĕк тивет.
— Апла эппин, пире икĕ ана тивет, — терĕ амăшĕ.
— Анне, çĕре епле валеçеççĕ ăна?
— Шăпапа, хĕрĕм.
— Епле?
— Ĕлĕкрен çĕре шăпа ярса валеçеççĕ, малтан çинçе хăваран пĕчĕк çаврашкасем касса илеççĕ, ун çине хут пĕлекенни хăйĕн ялĕнчи малтанхи саспаллине çырса лартать, хут пĕлменни çаврашка çине пĕр-пĕр паллă туса лартать. Нимле пусă та пĕр пек тăпраллă, пĕр пек тикĕс мар, хытă вырăнсем те, хĕрлĕ тăпраллисем те пур, çавăнпа çемçе тăпраллине çур ятпа уйрăм, хытă тăпраллине çаплах уйрăм валеçеççĕ, вара кил хуçин икĕ йывăç çаврашки хатĕрлемелле.
Пӳрте ашшĕ пырса кĕчĕ. Вăл паян çĕр валеçнĕ ятпа вулăсран отпуск илсех килнĕ. Тăватă куна. Вăл сĕтел çине хăва хулли хучĕ, шăлавар кĕсйинчен хутламлă пекĕ-çĕçĕ кăларчĕ, хăвана вăрахчен чутларĕ те темиçе татăк касрĕ.
— Ма вара нумай касрăн, атте? — терĕ Ирка. — Пире икĕ çаврашка кăна кирлĕ-çке.
— Шерхулла пиччӳ валли те, Чинук аппуна та çыр, пĕрре «Шă» паллă, тепре «Чă» паллă ларт.
Хĕвел тин кăна тухма хатĕрленнĕччĕ, халăх ял Совечĕ умне пухăнса та çитрĕ. Çĕр тесен, хресчен хăй çуралса ӳснĕ, мĕн пĕчĕкренех суха пуçпа чĕрсе пурăннă уй-хире сиксе кăна тухать-и, вăл пин çухрăма утма та, Мускава пырса çитме те хатĕр. Михаля тата ял Совет председателĕпе секретарĕ хурал пӳртĕнчен тухрĕç, алăка Тихха арăмĕ çăрапа питĕрсе хăварчĕ.
— Шăпа çаврашкисем пурин те пур-и, кĕсъĕрсене ухтарса пăхăр! — кăшкăрчĕ ял Совет председателĕ.
— Хатĕр! — терĕç сасăсем.
Халăх утать, ун хыççăн пĕр пĕчĕк лаша урапа туртса лĕпсĕртетет, урапа çине юпасем хурса тултарнă. Ялти ватă çын Исай, ĕлĕкренех хăй çĕр валеçес пирки çӳренĕшĕн Мишавай ят илнĕскер, ларса пырать, халăх умĕнче иртсе кайнă чух:
— Эй, Ваçлей, лар! Йывăç уру ывăнтарĕ! — тесе кăшкăрчĕ.
Василий урапа чарăнасса кĕтсе тăмарĕ, ӳречерен ярса тытса урапа çине сикрĕ, урапапа юнашар чупса пыракан Ирккана курчĕ:
— Лар, хĕрĕм! Иккĕн калаçса пырăпăр, — терĕ.
— Сана калаçма унта Исай пичче те пур, — терĕ те Иркка, хăй çул хĕррипе утакан халăх хушшине кĕрсе кайрĕ.
Сăрт çине тухса çитсен, Варак шывĕ хĕррисем карттинри пекех сарăлса выртрĕç, хăвалăхсем, йăмралăхсем, çыран леш енчи хирсем курăнчĕç. Халăх çавра çулпа çӳрес мар терĕ, сукмаксăр-çулсăрах тӳрĕ утрĕ. Валеçмелли пусă Варак шывĕ хĕррипе, Корней Хрисанч арманĕ патĕнчен пуçланать те Варлам арманĕ патне çитиччен тăсăлать. Халăх Варлам арманĕ тĕлĕнчех ăшăх шыв урлă каçса кайрĕ. Варлам арманĕ пĕлтĕр çулларанпа, халăх пăлхавĕ ăна чылаях çĕмĕрсе тăкнăранпа, ĕçлемест, ун хуралтисен айĕнче тăманасем кăна пурăнаççĕ. Корней Хрисанч арманĕ патшалăха куçнă, унта халĕ икĕ пӳрт мăрйисенчен тĕтĕм арпа вĕçнĕ пек вĕттĕн-вĕттĕн тухкалать. Халăх Варак пуссин тури вĕçне пырса çитнĕ чух пĕр юланут, кĕперпе каçса, вĕсене хуса çитрĕ.
— Шерхулла пичче килет, — терĕ Иркка ашшĕне. — Чăн-чăн милици пек. Пăх-ха!
Шерхулла чăн та милиционерла килнĕ, лашине йĕнерленĕ, çурăм хыçне пăшал çакса тăратнă, йĕс йĕнĕллĕ хĕçĕ усăнса тăрать.
— Эсĕ пире сума суса килтĕн-и? — терĕç сасăсем.
— Сума суса та, ĕçпе те, — Шерхулла лашана сиктерсе илчĕ.
— Мĕнле ĕçпе?
— Мĕнле ĕç пултăр ĕнтĕ суха тăвас тесе алли кĕçĕтсе тăракан çыннăн, — Шерхулла лаша çинчен анчĕ. — Йĕлмекасси чăвашĕсем мана, тутар çыннине, манса хăварĕç-ши, çĕр парĕç-ши, терĕм.
— Шерхулла пичче! Э, Шерхулла пичче! — Иркка халăх шавне хуплас пек кăшкăрчĕ. — Эпĕ сан валли шăпа çаврашки туса килтĕм. — Иркка ун патне пырса тăчĕ, хăй кĕсйинчен çаврашкасем кăларчĕ, иккĕшне Шерхуллана тыттарчĕ.
Лĕпсĕркке лашаллă урапа килсе çитсенех, Василий урапа çинчен анчĕ те халăх умне пырса тăчĕ.
— Варлак пуссине ĕлĕкхи пекех икке уйрăпăр, шыв хĕрринчи çемçе анасене пĕр шăпа, хытăрах анасене тепĕр шăпа яратпăр. Шăпа ямассерен пĕр çынна пĕр хăрах йăран паратпăр. Эй, Исай мучи, эсĕ леш пысăк çĕлĕкне илсе килтĕн-и?
— Илсе килтĕм! — Исай мучи, ялти чи ватă çын, урапа çинчен, улăм айĕнчен, тиха тирĕнчен çĕленĕ, çăмĕ кайса якалнă çĕлĕк туртса кăларчĕ.
— Çĕлĕке тĕрĕс-тĕкел тытса пыма кама шанса парăпăр? — терĕ Василий.
— Çĕлĕке ятлă çын тыттăр, Уçăпа тыттарас! — тесе кăшкăрчĕç.
Шăпа кăларма чи ватти — Исай пичче пычĕ.
— Ялпа, мирле, авалхи йăлапа пурте турра кĕлтăвар, — терĕ Исай пичче, çĕлĕкне пăрахса, хĕвелтухăç енне тăчĕ, сăхсăхрĕ. Çĕлĕк айĕнче тарласа якалнă çӳçнеачаш çил хускатрĕ, шурă сухалне те вĕçтерчĕ.
Нумайăшĕ, хĕрелсе тухакан хĕвел çине шанчăклăн пăхса, Исай пичче пекех сăхсăхрĕç.
— Ну, ял халăхĕ, шăнасене калпака ярса пухар, — Уçăп, авалхи çĕлĕкне тытса, халăх умне пычĕ.
Çынсем хăйсен шăписене çĕлĕке пыра-пыра ячĕç. Мучи урапа çинчен вĕрен туртса кăларчĕ, ăна пĕрер хăлаç йăраншар туса тӳлесе хатĕрленĕ. Михаля, пусă пуçне кĕреçепе чавса, шăтăкне пĕчĕкçĕ мише юпи çапса лартрĕ.
— Шăпа яма пуçлас, халăх! — терĕ Михаля, юпине хытарса лартсан.
Исай мучи çĕлĕкне аллине чиксе ячĕ, пăтратрĕ, пĕр çаврашка кăларчĕ те ун çине пăхса илчĕ.
— Чăх ури! — уççăн, çамрăкла çухăрчĕ вăл, çаврашкана алă тупанĕ çинче сиктерсе.
— Камăн вăл, чăх ури? — кăшкăрчĕ Василий.
— Манăн чăх ури! — терĕ Тихха арăмĕ.
— Пĕр хăрах йăран виçмелле! — Ваçка вĕрен пуçне çапса лартнă юпаран çаклатрĕ, вĕренне вара ача-пăчасем сĕтĕрчĕç.
— Пусă валеçме Карпи инкерен пуçларăмăр, — Шерхулла, шавласа, лашине çавăтса утрĕ. — Карпи — лайăх ят. Аллу çăмăл пултăр, инке, анчах пирĕн анасем çинче кăвак чечеклĕ утмăл турат мар, тырă ӳстĕр!
Исай мучи тепĕр шăпа кăларчĕ, икĕ пӳрнипе хĕстерсе çĕклерĕ:
— Тикĕт кут! Камăн?
— Вăрăм Петруххан мар-и? Петрухха хăй килмен, мăкаçей кĕлетĕнчи вăрлăха хураллать. Паççи, ăçта эсĕ? — çухăрчĕç темиçен.
— Кунта! — Паççи халăх хушшинчен тухрĕ. — Пирĕн виçĕ ят: аттен, манăн, вăрçăра вилнĕ пиччен.
— Исай пичче, пĕр çур пилĕк те хăрах йăран виç! — терĕ Михаля.
Йĕлмекассинче хуçалăх нумай. Кашни хуçалăхшăн шăпа кăлармалла та кăшкăрмалла, çавăн чухлех юпа лартса пымалла. Кун вăрăм, Иркка та хăйсен шăпи тухиччен кивĕ çĕлĕк умĕнчен каясшăн пулмарĕ. Пуянсен ячĕсем те тухрĕç, вĕсем валли те виçсе юпасем лартса хăварчĕç.
— Кунта пукку çырнă, Иркка хĕрĕм, пăх-ха, мĕнле пукку ку? — ыйтрĕ Исай мучи хăйпе юнашарах тăракан Ирккаран.
— Кунта «Мă» çырнă, — терĕ Иркка, хăйсен шăпине палласа. — Ку пирĕн шăпа, атте, — терĕ вăл. — Тăватă ят.
— Лисука кĕртес пулать, халăх. Вăл — Хĕрлĕ Çарта. Вăл Чишма ялĕ çынни пулнă. Хирĕç çук-и? — ыйтрĕ ял Совет председателĕ.
— Парас! — терĕç пурте пекех.
— Макçи пиччене пĕр ана та хăрах йăран виçсе парас, — терĕ Михаля.
Кĕç макăрса ямарĕ Станук Макçи, хăйĕн чĕрине пăявпа пăвса илнĕ туйăмне пытарма тăрăшрĕ.
— Ара, эсĕ, Макçи пичче, хĕпĕртеме те пĕлместĕн-çке, — ăна Шерхулла хулпуççинчен тытса силлерĕ. — Шурă хăпарту та, хуплу та пĕçерсе çийĕпĕр. Çапла-и, Макçи пичче?
— Çапла ара...
Иркка чăннипех те савăнчĕ. Ку чи илемлĕ вырăн! Иркка çак вар хĕррине тырă вырнă вăхăтра килнĕччĕ, вар пуçĕнче тăрна куçĕ пек çăл шывĕ шурă чулсем çинче шăнкăртатса юхатчĕ, вар хĕрринче кĕтмел çырли çерем çинче вут-кăвар тухнă пек хĕрелсе ларатчĕ. Вăл ĕнтĕ кăçал кунта çуркуннех ĕç вăхăтĕнче килет, ана хĕрринче вучах чĕртсе ярать те тутлă серте яшки пĕçерет, ачасемпе пĕрле транкки-транкки сиккелет. Ана тепĕр вĕçне кайса Варак çырминче шыва кĕрет, ишсе тепĕр енне, вăрман патне, каçса каять.
18
Çĕр валеçекенсем каçалапа яла таврăнчĕç. Шавларĕç, калаçрĕç, урам тăрăх кашни хăйне хăй хуçа пек паттăррăн утса çӳрерĕç.
Каç пулчĕ. Кунĕпе ана тăрăх утса çӳресе ывăннă çынсем, çĕре акса тырăллă пулассине ĕмĕтленсе, телейлĕн çывăрса кайрĕç.
Çуркуннехи тĕнче çĕрле те илемлĕ. Уйăх туп-тулли те сап-сарă. Тĕттĕм пулсан тухрĕ те çур çĕрччен те тăмарĕ — пытанчĕ. Çĕр тĕттĕм. Ял тарăн ыйхăпа çывăрать. Пĕр пуян Варлам çеç хăйне канăç тупаймасть. Чăтма-тӳсме пултараймасть вăл халăх мăшкăлне! Ăна, мухтавлă пуяна, çĕр валеçнĕ çĕрте ялан хуçа пулнă çынна, паянхи кун çĕр валеçнĕ çĕре чĕнмерĕç. Хăйсем тухрĕç те чи малтан Варлам çĕрне, аллă десятин ытла çемçе хура тăпраллă çĕре, туртса илнипе пĕрлех ун пай вăрлăхне те ампарĕнчен илсе кайрĕç, çуррине ялти чухăнсене çур акинче анисене шуратма валеçсе пачĕ, çуррине Хĕрлĕ Çара ăсатрĕ Михаля. Ку мăшкăл çитмерĕ, ултă лашаран тăваттăшне туртса илчĕ, плугсене те хăвармарĕ. Эх, Варлам çĕрĕ, епле çемçе те хура! Ăна пĕтĕмпех ял çыннисене ят тăрăх, арçын ятне те, хĕрарăм ятне те пĕр шай валеçрĕç. Варлам çемйине те пилĕк çын тӳпи çеç пачĕç. Суйласа та мар, ытти çынсене панă пек, шăпа кăларса. Михаля çеç мар, ял халăхĕ те намăса пĕлмерĕ; хĕрарăмсем, вăрăм çӳçлĕ, кĕске ăслă чĕрчунсем, арçынсемпе танах çĕр тӳпи илетпĕр тесе, кĕске йĕмлĕ урисемпе Варлам çĕрĕ тăрăх чупса çӳрерĕç, шăпапа хăйсене тухнă анисем çине савăнсах паллăсем лартса тухрĕç.
Хĕр-Ваçка çеç пулнă пулсан аплах чăрсăр хăтланас çукчĕ халăх, Варлам çĕре çирĕм десятин те пулсан хăваратчĕ, тен, хăй парас тенĕ таран анчах паратчĕ, уксах çын аплах вăйлă тăвайрас çукчĕ. Варлам инкекне, Михаля килсе çитрĕ те унăн пурнăçне ӳпне-питне çавăрса ячĕ. Ял Совет членĕ Антун темăн чухлĕ те Варлам хутне кĕчĕ — Михаля ăна хăр та хар чарса пычĕ, хăйне халăх та суйламан-ха, халăх суйланă çынсенчен хаяр пулчĕ...
Тĕнче çуркуннехи вăйпа савăнма пуçланă, шăнкăр-шăнкăр çурхи шыв юхса пĕтнĕ, симĕс курăк лăс пек шăтнă, ыран çурхи çĕртмене тухаççĕ. Çапла йывăр шухăшпа ларать ĕнтĕ кĕçĕр Йĕлмекас пуянĕ Варлам.
Кантăкран ерипен пӳрнепе шăкăр-шăкăр тутарни ăна хăратрĕ.
— Кам унта?
— Эпĕ, Антун... Пĕр сăмах пур.
Варлам хăвăрт çеç алăка уçрĕ.
— Мĕн хыпарпа килтĕн? — ыйтрĕ вăл, ерипен Антунпа юнашар сак çине ларса.
— Хыпарĕ ырах мар, Варлам Васильч... — именерех пуçларĕ Антун. — Çĕре валеçсе пĕтерсен, уйрах пуху пулчĕ. Санăн пысăк пӳрте туртса илсе клуб тăвас тесе йышăнчĕ халăх. Хут пĕлменнисене вĕрентеççĕ ĕнтĕ унта, тата пĕрремĕш класс уçаççĕ. Учителĕ те тупăнчĕ, Зоя Тимофеевна ятлă, терĕ.
— Кам каларĕ?
— Михаля, урăх кам пултăр...
— Мана пуçеллех пĕтерме шутларĕç апла? — пăшăлтатрĕ Варлам.
— Çемье пĕчĕк терĕç, пӳрчĕ ытла пысăк, кантур пек, терĕç. Халлĕхе пахчара ларакан пӳртĕнче пурăнтăр, вара курăпăр терĕç.
— Апла кайри пӳрт те хамра юласси шанчăклă мар-им? — сиксе тăчĕ Варлам.
Антун ун çине пăхса илчĕ те хăрасах кайрĕ: пичĕ кăвакарса кайрĕ, тути усăннă та чĕтрет, аллисем те чĕтреççĕ. Çынна тумтирĕ-мĕнĕпех çăтса яма хатĕр пек тăрать.
— Эсĕ, Варлам Васильч, мана ан çиллен, эпĕ сана пĕлтерес тесе ырă туйăмпа килтĕм, тата, акă, эсĕ ыйтнă хута илсе килтĕм. Акă ял Совет пичетне çапрăм, кунта ĕнтĕ кирек те мĕн çыр...
Варлам, выçă йытă какай ярса илнĕ пек, хута Антун аллинчен туртса илчĕ.
— Ырă каç пултăр ĕнтĕ, эпĕ каям, — терĕ Антун, ура çине тăрса.
— Сывă пул. Килсе систернишĕн тав, ĕмĕр манмăп... Чим-ха, хам урамалла тухса пăхам, сана çын ан куртăр.
Пĕр минутран Варлам каялла кĕчĕ.
— Никам та çук. Хăвăртрах...
Антун алăкран юс пек хăвăрт шуса тухрĕ.
Варлам пĕччен юлсан, сĕтел çине чавсаланса ларса, нумайччен шухăшларĕ.
Çук, чăтма-тӳсме çук чухăнсен мăшкăлне! Яланах вĕсенчен чеерех пулнине халĕ улталаймĕ-ши вăл çав чухăнсене, хăратаймĕ-ши? Хăратма хальхи саманара? Çук, пулаймĕ... Темле хаярланса çӳресен те усси тухмасса чухласа илчĕ. Кашкăр чунлăскер, вăл сурăх тирне тăхăнса сывă юлма шутларĕ. Çак самантрах пысăк ярапаллă пурçăн пиçиххине, саттин кĕпине пăрахса пир кĕпе тăхăнчĕ, пилĕкне ансăр шăраççи çыхрĕ. Анчах вăл тум-тир улăштарнипех хăтăлса юлассине шанмарĕ, çĕрĕпе çывăрма выртмарĕ, май шырарĕ. Шухăшларĕ. Ирхине, шурăмпуç хĕвелтухăç енче кăшт палăрма пуçласан, тепĕр пӳлĕм алăкне уçрĕ.
— Маттĕрне! — çухăрчĕ вăл мирлĕ сасăпа.
Маттĕрнен ал-ури чĕтресе кайрĕ. Ирхине Варламран иртерех тăрса ĕçе тытăнмасан, Варлам ăна чĕп-чĕр юна ӳкериччен хĕненĕ. Анчах халĕ сасси темле йăвашрах пулнă пирки Маттĕрнен чĕри лăпланчĕ.
— Мĕн эсĕ ирех... Эпĕ тахçанах тăрса килкартине тухса кайрăм, — терĕ Маттĕрне, кăмака умĕнче тем ĕçлесе тăраканскер.
— Мана эсĕ кирлĕ мар... Люшшана чĕн-ха.
— Мĕншĕн халех тăратас, вăл вăйăран кĕни те нумай пулмасть.
— Чĕнсе кил, тенĕ! — хаяр пăхса илчĕ Варлам.
— Халех, халех...
Нумай тăмарĕ, Люшша кĕчĕ. Сăмсине шурă татăкпа майлаштарса çыхса лартрĕ, çывăрса тăранманнипе хĕрелнĕ куçĕсемпе мĕл! пăхса илчĕ те ашшĕне хирĕç ларчĕ.
— Мана чĕннĕ терĕç?
— Чĕнтĕм çав.
— Мĕн прикас?
— Сана авлантарас тетĕп.
— Кĕркунне авлантарăп теттĕн-çке?
— Васкамалла. Кирлĕ. Тарçă тытма май çук, килте ĕçлекен кирлĕ. Мĕтри арăмĕ уйрăмра шутланать, пирĕншĕн пилĕкне авасшăн мар. Малляна ĕçрен кăшт упрас пулать, ун качча каймалла...
— Пушков Танине илсен, тарçă пек ĕçлеттереймĕн, ашшĕ шар кăтартĕ.
— Ухмах! Пушков сана хĕр парса лармĕ... сан сăмсу капла пулман пулсан тата патша вăхăчĕ пулнă пулсан, мĕнлеччĕ унта. Халĕ Пушков хăй те кĕрӳ тума пĕр-пĕр коммунис шырать, ун хыçне пытанасшăн, пытанасшăн та хăй пурлăхне упраса хăварасшăн. Эпĕ те çавна май каясшăн. Пирĕн чухăнсемпе вăртахлă пулас пулать. Чухăн çын килĕнчен кине илсен, пирĕн пурлăха пĕтерме хăяймĕç, пĕтерсен те кин пайне хăварĕç. Кайран вара, Совет влаçĕ кăнсан, чухăн кинĕ те...
— Ăçталла каясшăн эсĕ хăтана, хăш яла?
— Кине хамăр ялтан илмелле, пурте палласа тăччăр.
— Кам хĕрне?
— Хĕр-Ваçка хĕрне.
— Маруçа-и? — тĕлĕнчĕ Люшша.
— Çапла ятлă пулас.
— Вăл ытла çамрăк, вун пиллĕкре кăна.
— Апла пулсан Чинук хĕрне, — терĕ ашшĕ.
— Вирука-и? — йăл кулчĕ Люшша.
— Вирук ятлă пулас, çавна.
— Вăл та çамрăкрах, пымĕ.
— Епле пымĕ? Пырать! Ытах пымасан, вăрлама пулать.
— Вирука пулсан, эпĕ халех хатĕр. Илемлĕ вăл!
— Халех Антун арăмĕ патне кай та Вирука хăйсем патне чĕнтер. Калаçасса хăвах калаç, эсĕ хĕрарăмсемпе калаçма ăста пулмалла. Ирхи апат çи те кай.
Люшша ашшĕн сăмахне килĕштерчĕ. Ялтан кĕтӳ тухса кайсан апат çирĕ те Антунсем патне кайрĕ.
— Ман килес! Эсĕ, ват кăркка, килте пĕчченех-им? — ыйтрĕ вăл Антун арăменчен.
— Пĕчченех-ха, — терĕ лешĕ, тутрине тӳрлеткелесе.
— Тутруна тӳрлеткелесе мана юрас теместĕн пуль те? — ун патнелле йăпшăнса, икĕ утăм турĕ Люшша.
— Карчăкпа капла калаçма намăса пĕл-ха эс, — юрасшăн йăл кулчĕ леш.
— Сан, кинемей, шăлĕ анчах катăк, эсĕ хăв чух çеç...
— Шăлна ан йĕрсе тăр-ха, мĕн çăмăлпа килтĕн?
— Чинук хĕрне, Вирука, кайса чĕн-ха.
— Мĕн тума?
— Çураçас тетĕп.
— Аçу сана лайăх çураçтарĕ. Вирук пуян çын хĕрĕ мар-çке.
— Атте хушнипе килтĕм. Эсĕ нумай ан пĕлсе тăр. Ман пирки çăвар ан уç, урăх сăлтав туп.
Антун арăмĕ, алăк патне çитсен, чарăнса тăчĕ те шухăшларĕ.
— Асту-ха, Люшша, ун пек-кун пек пулсан, Чинук мана чĕрĕллех çисе ярĕ, çурт-йĕре хăвармĕ. Кайса чĕнме хăратăп.
— Ну! — ура тапрĕ Люшша. — Кайса чĕнмесен хăвна тăскалама пуçлатăп. Пыр, эпĕ Вирука усал тумастăп. Йĕркипе çураçатăп.
Люшшан хăрушă сассинчен хăранипе Антун арăмĕ пӳртрен вирхĕнсе тухрĕ.
— Тур çырлах! Турă ан пăрах! — тесе сăхсăхрĕ те Чинуксем патнелле уттарчĕ.
Кăçал кун сиктерсе ликпункта чупнипе Вирук пир тĕртме кая юлнă. Çурхи юр ирĕличчен ун тĕртсе шуратмаллаччĕ, каçсерен кĕнекесем вуласа ларчĕ, вăхăтра тĕртсе пĕтереймерĕ, шуратман пир тепĕр çуркунне килессе кĕтсе выртрĕ. Вирук юлашки куç антарса кĕррисене ерипен каялла шутарса ларнă вăхăтра Антун арăмĕ кĕчĕ.
— Килех, Антун пичче арăмĕ, — терĕ кăмăллăн Вирук.
— Килтĕм те-ха, ах, инкек, Вирук хĕрĕм, ах, инкек! — макăрсах ячĕ вăл.
— Мĕн пулнă? — кĕррисене шутарма чарăнсах ыйтрĕ Вирук.
— Ман Антун куçне тикенек йĕппи тирĕннĕ, куçĕ улма пек хĕрлĕ, шари макăрса ларать.
— Кăларас пулать...
— Куç вичкĕн мар, сана чĕнме килтĕм, каяр-ха часрах, сан пек вичкĕн куçли пирĕн ялта никам та çук, терĕм те...
— Халех, халех... — Вирук стан хушшинчен хăвăрт тухрĕ, çăпати çине çип лĕкки ларса тулнине алхапăлта шăпăрпа шăлкаларĕ, кашта çинчен кăвак чечеклĕ шурă тутăрне туртса антарчĕ те чупса пынă çĕртех пуçне çыхрĕ. Пĕр минутранах Антунсем патне çитрĕç.
— Эсĕ кĕр-ха, эпĕ куркапа шыв ăсам, — терĕ Антун арăмĕ, алкумĕнче чарăнса.
Васкаса килнипе хĕрелсе чечек пек илемленсе кайнă Вирук пӳрте пĕчченех вирхĕнсе кĕчĕ. Кĕчĕ те юпа пек хытса тăчĕ. Пичĕ çинчи хĕрлĕ сăн тăнлавсенче хум пек çапăнчĕ, хăлхасенче вут-кăвар пек выляса илчĕ те таçта çухалчĕ, ун вырăнне питне пурă пек сăн çапрĕ. Вирук пĕтĕмпех ăнланчĕ. Сĕм вăрманта сăр кашкăрпа тĕл пулнă пулсан, Люшшана курнипе хăраса ӳкнĕ пек хăрамĕччĕ пулĕ, мĕншĕн тесен, кашкăр туласан — пĕр вăхăт кăна хăрушă — вилĕм. Люшша мăшкăлĕ пулсан — хура ят ĕмĕр тăршшĕпе, хăвăнтан ӳкнĕ ĕмĕлке пек, юнашар пырĕ.
— Ан вăтан, сана эпĕ чĕнтертĕм, — терĕ Люшша, алăка сăлăп хурса.
Вирукăн «кăраул» çухăрса ярас килчĕ, анчах кам илтĕ, çитменнине, çăвара чӳпĕк туянăн, пĕрре питĕнчен сурса, тĕртсе ярасчĕ, вăрçса тăкасчĕ, анчах вăл та кашкăр умĕнче пĕчĕк путек макăрнă пек çех пулĕ. «Мана та Натӳк шăпи-ши?» — çаврăнчĕ ун пуçĕнче вĕри шухăш. Хирĕç тăнипе çĕнес çуккине чухласа, Вирук чееленес терĕ.
— Пĕлетĕп, чĕннĕ çĕре килес терĕм çав, — терĕ вăл, шурса кайнă чĕтрекен тутине, Люшшана кăтартас мар тесе, вăтаннă пек пулса тутăр вĕçĕпе хупларĕ.
— Вирук, эпĕ сана юрататăп... Пуян çын сана юратнине пĕлетĕн-и-ха? — терĕ Люшша, сак çине ларса.
— Эпĕ ăна çеç мар, эсĕ пур хĕрарăма та питĕ юратнине пĕлетĕп, — терĕ Вирук çирĕпленме пуçланă сасăпа.
— Сана уйрăмах, Вирук.
— Тавтапуç. Пуян çын юратни хĕршĕн хисеплĕ.
— Вăл çеç те мар, эпĕ сана çураçма килтĕм. Вирук, эпĕ сана качча илес тетĕп.
— Ан суй! Сана аçу чухăн çын хĕрне илтерес çук. Эпĕ сана пымастăп! — Вирук çаврăнса алăк патнелле сикрĕ те хăлăпне ярса тытрĕ. Туртса уçма ĕлкĕреймерĕ — Люшша сиксе пычĕ, алăкĕ çумне тĕрĕнсе тăчĕ.
— Çук, капла май кунтан тухаймастăн, эпĕ хĕрупраç мăшкăлĕ пулма вĕренмен.
— Хăв пурне те мăшкăл кăтартма вĕреннĕ, çапла-и! — хăрушлăхпа куçа-куçăн тĕл пулни калама çук хăватлă вăй пачĕ Вирука. — Асту, эпĕ Натюш мар, эпĕ вăйлă йывăç турачĕ, пирĕн йăхра-тĕпре ыйткалакан та, тарçă та пулман, эпир чухăн пулсан та пуян çын умĕнче пилĕке авса пуç тайман! Пуянсенчен ĕлĕк те хăраса тăман пулсан, халĕ хăратăп-и? Халĕ Совет влаçĕ! Комунсем хĕрарăма арçынпа тан права панă. Вăюпа хăрататăн-и? Вăй çине вăйăм пур. Эсĕ мана ал вăйĕпе хăратсан, эпĕ сана чун вăйĕпе тавăрăп. Эпĕ Натюш мар, эпĕ масар çине кайса выртмастăп, эпĕ сирĕн кил-çурта тĕппи-йĕрĕпе çунтарса яратăп! Вут тĕртетĕп! Ахаль кăна çунтарса яратăп тетĕн-и? Çу-ук! Эпĕ аçу-аннӳне пӳрте питĕрсе лартатăп, вара тин вутне тĕртетĕп!
Вирукăн çилленнипе куçĕсем чăн-чăн ялкăшса çунакан вут пек хĕлхем ывăтма пуçларĕç: сасси ян та ян хăюллă тухать, вăл икĕ чышкине чăмăртаса юнарĕ...
— Чим-ха, чим, — Люшша алăк патĕнчен пăрăнчĕ, каялла сак çине кайса ларчĕ. — Сăпай пул. Эпĕ сана ирĕксĕр сĕтĕрсе каймăп.
Вирук хăвăрт-хăвăрт шухăшлама пуçларĕ. Халĕ акă тухса тарма май пур, анчах Люшша усал шухăш тытсан, унтан вĕçерĕнеймĕн. Сăмахпах калаçса татăлас пулать.
— Çапла кала, — терĕ лăпкăн Вирук та. — Эсĕ мана йĕркипе илесех тесен, ыран каçалапа ман пата евчĕ яр. Аннепе калаçтăр.
— Мĕне кирлĕ аннӳ шухăшĕ. Эсĕ епле шутлатăн?
— Халлĕхе нимех те шутламастăп. Ыран паллă пулать. Халĕ каям-ха! — терĕ те Вирук сăлăпа туртса кăларса алăка уçрĕ.
Тĕлĕнсе кайнă Люшша ăна чармарĕ. Люшша киле таврăнчĕ.
— Килĕшмерĕ Вирук, — каларĕ вăл, ашшĕне унта кайма хушнишĕн кӳреннĕ пек куç айĕн пăхса.
— Тĕлĕнмелле самана пуçланчĕ, — мăкăртатрĕ Варлам. — Пуян çын ачине хĕр тиркет! Эсĕ, Люшша, сумлăрах тăхăн та амăшĕ патне кай.
Люшша кăвăк тĕрĕллĕ кĕпе çинчен сарă жилетка, пĕрмечеллĕ çутă атă, хăмăр плис шăлавар тăхăнчĕ, сăмсине таса марлĕ çыхрĕ те çĕнĕ аттисемпе чăкăртаттарса урам тăрăх Чинуксен урамнелле уттарчĕ. Ун телейне Чинук килĕнче пĕчченех пулнă.
— Килех, — терĕ Чинук, ку каччă мĕн сăлтавпа килессине пĕлнĕ пирки пĕрре те тĕлĕнмесĕр. — Иртсе лар. Мĕскер эсĕ ытла капăр, мункун автанĕ пек. Сăлтавĕ мĕн-ши? — ним пĕлмен пек пулса ыйтрĕ Чинук.
— Так ахальтен вăхăта ирттерес мар, эпĕ мĕн сăлтавпа килнине эсĕ пĕлетĕнех, Вирук каларĕ пулĕ...
— Хĕрупраç тем те супĕлтетĕ вăл, ăна ăçтан ĕненес.
— Суйса-сӳпĕлтетсе мар, Чинук аппа, эпĕ сан хĕрне юрататăп, çавăнпа качча илес тетĕп, атте те манпа килĕшрĕ.
— Эсĕ юратни юрĕ-ха вăл, пулма та пултарать, анчах аçу епле килĕшрĕ? Вăл, чухăн çынна çын вырăнне шутламанскер, епле хăй килне кин туса чухăн çын хĕрне кĕртĕ-ха?
— Эх, Чинук аппа, эпир аттепе ялан Стануксен йăхне хисепленĕ, эпĕ сирĕн Лисука та питĕ илесшĕнччĕ. Мана пымарĕ, Чишмана тухса кайрĕ, хăй те ырă курмарĕ, — терĕ Люшша, чăнласах юратнă пек хурлăхлăрах сасăпа.
— И, Люшша, Лисук туйне пырса камитленине астăватăп-çке. Лисук пирки ан калаç, Лисук питĕ телейлĕ. Хĕрлĕ Çарта паттăрла çӳрет.
— Ну, чипер çӳретĕр, эппин... Чинук аппа, Вирук пирки мĕн тейĕн? Эпĕ авлансанах мана атте уйăрса кăларать, малти пӳрте пĕтĕмпех парать.
Чинук пурне те ăнланса илчĕ, çилленнипе хăлха таран хĕрелсе кайрĕ.
— Итле, калам сана, ял куштанĕ, — терĕ вăл çирĕппĕн. — Хăтана эсĕ йăнăш çулпа килтĕн, урăх ан йăнăш. Вирука эпĕ сана нихçан та парас çук. Халех тесен — халĕ ун пирки сăмах та пулма пултараймасть — Вирук çамрăк ача çеç-ха. Вăл халĕ ĕçре хытса çитмен. Эсир килте ăна чечек вырăнне усрама илменнине эпĕ аван пĕлетĕп. Тарçă вырăнне тӳсеймест халĕ Вирук, вун çичче çеç кайнă.
— Пирĕн, Чинук аппа, халĕ ĕçĕ те çук, пире тарçă кирлĕ мар, — терĕ Люшша.
— Пуплесе çитет, Люшша. Ялта хĕр нумай. Ман Вирук вĕренме каять. Кивĕ тĕнчере эпир куçсăр çынсем пек сире пăхăнса пурăннă. Совет влаçĕ пире ирĕклĕх çулĕ уçса пачĕ, калĕ эсир пирĕншĕн ним те мар, хăвăн пурçăн-сукна тум-тирупа ан мухтанса лар. Каях. Килнĕ çыннăн кайни килĕшет, — татса каларĕ Чинук.
Люшша тĕлĕннипе хыпăнса кайрĕ. Сăмах чĕнме чĕлхи те типсе ларчĕ, сăмахĕ те тупăнмарĕ. Ĕлĕк пулсан-и? Революциччен унпа хĕрарăм çапла калаçсан-и? Мĕн туса пăрахмĕччĕ Люшша çав хăюллă хĕрарăма, шухăшлама та хăрушă! Анчах халĕ Люшша аллисене ирĕк пама мар, çăварне те уçмарĕ, çаплах ним чĕнмесĕр пӳртрен тухса урампа çӳлелле утрĕ. Ун усал хура ăшчиккинче епле кăна тăвăл çĕкленмерĕ пулĕ, епле кăна усал шухăш пĕрин хыççăн тепри çуралмарĕ пулĕ, тем тума та пултарĕччĕ Люшша, анчах Паççисен тĕлне çитерехпе юрă илтĕнсе кайрĕ, Люшша шухăшне тапах чарчĕ.
Эх, шурă пулать-çке
Хура тулăн чечекĕ.
Эх, кĕске пулать-çке
Çамрăк хĕрĕн ĕмĕрĕ, —
тесе хурлăхлă юрлаççĕ алкумĕнче Паççипе ун уйрăлайми Варкки юлташĕ.
— Çураçнă хĕр юррине юрлаççĕ, парне валли тĕрĕ тĕрлесе лараççĕ пулĕ, Хĕр-Ваçка чăнах та Паççине çураçнă пуль, яла ахальтен сăмах сарăлман, ачисене килеилсе пынă, тет, Ваçка. Эх, ахальтак! Совет пуçлăхĕн кăмăлне татма кĕрсе çураçам-ха хам çав Паççине! — Сасартăк шухăшларĕ те Люшша, Паççисен вĕрлĕк хапхине уçса, килкартине кĕчĕ.
Алкум вĕçĕнче, çаврака каска çинче, Паççи ларать, вăл кӳнчĕклĕ çĕнĕ катан пир кĕпе тăхăннă, арки вĕçĕ шăтăклаллă, шăтăкли тăрне виçĕ рет виçĕ тĕрлĕ ансăр хăю тытнă; çанă вĕçĕсене те шăтăкла тытнă, пуçне тухъя тăхăннă, урине — çĕнĕ çăпата. Ун хыçĕнче алăк пуканĕ çинче Варкки ларать. Иккĕшĕ те тĕрĕ тĕрлеççĕ, çын кĕнине курсан юрлама чарăнчĕç.
— Вăй патăр! — терĕ Люшша.
— Килех, ырă сунса килтĕн пулсан, — терĕ Паççи.
— Ырă сунса килтĕм, Паççи. Тӳрех калам: сана çураçма килтĕм.
— Икĕ хĕрĕ те тĕрĕ тĕрлеме тапах чарăнчĕç, Люшша çине чăр! пăхрĕç.
— Кам валли? — ыйтрĕ тĕлĕнсе кайнă Паççи.
— Никам валли те мар, хам авланатăп.
Люшша Паççи ури çумне, алкум картлашки çине, пырса ларчĕ, Паççи тĕрлекан питшăллине тытса пăхрĕ.
— Соклаç ту, Паççи. Паянах мăшăрланăпăр, ыран малти пӳрте уйăрăлса тухатпăр, улпут майри пек пурăнăн.
— Халĕ улпут майри пулса пурăнма савăнăç çук. Эсир аçупа чее хăтланасшăн пулĕ, малти пӳрте халăх тытса илесрен хăратăр пулĕ, е? — ыйтрĕ хĕр.
— Мĕнех вара малти пӳрт? Пирĕн унсăрăн пуçне пурлăх сахал-им? — каппайланса илчĕ Люшша.
— Эсĕ мана, çураçнă хĕре, ан мăшкăлласа çӳре! — çиллес каларĕ Паççи, Люшша çине тӳррĕн пăхса.
— Эсĕ, чăнах та, Хĕр-Ваçкана каятăн-и? — Люшша та ăна куçĕнчен пăхса ыйтрĕ.
— Каятăп çав. Çураçнă ĕнтĕ, акă йыснăшĕ валли парне те хатĕрлетĕп. Варкки, ав, аппăшĕ валлим, Анни валлим хатĕрлет.
— О! Санăн йысну военком апла?
— Çапла çав, военком, сан пек кулак мар.
— Эх, Паççи! — терĕ Люшша, ура çине тăрса, Паççине хулпуççинчен çапрĕ, — мĕн тăвăн çав урасăр Ваçкапа, мана пыр!
— Сăмсасăр çынна кайиччен урасăррине каятăп! — терĕ Праççи.
— Çапла ĕнтĕ, — тутисене иркелесе, йĕкĕлтес шутпа сăмахĕсене тăса пуçларĕ Люшша. — Ват хĕре юлтăн та качака пек çухăрса çӳриччен урасăр урçана та пулин кайса курас терĕн пулĕ.
— Сана мĕн кирлĕ? — çил-тăвăл пек урăм-сурăм тулашса кайрĕ Паççи. — Чухăн çын хĕрне илсе хăвăрăн вăрласа купаланă пурлăхăра упраса хăварма шутлатăр?! Хӳрӳ вĕçне тинех туй килчĕ-им?! Кун пек пулса тухасса малтанах пĕлсе тăмаллаччĕ. Хăвăра хăвăр ăслă тетĕр, çавна курса тăраймарăр. Мĕншĕн Натӳка пĕтертĕн? Мĕншĕн татрăн ун ĕмĕрне, намăссăр? Сана валли чухăн çын хĕрĕ йăпанчăк выранне кăна пулнă. Ку темĕн арăмлă-ачаллă пулаттăнччĕ. Тухса кайнă пултăр кунтан пуçна йĕтĕр лекиччен, — Паççи шукăль кĕпе аркине вăркăштарса алкум пусми тăрăх тăлтлаттарса утрĕ, кĕтесре тăракан сӳс кисепне ярса тытрĕ, çӳлелле çĕклесе хăмсарчĕ.
— Санах çаптарăп-и, кĕлмĕç! — терĕ Люшша, куçне чарса пăрахса Паççине хирĕç утса.
Ăншăрт ӳкесрен хăраса Варкки пӳрте тарса кĕчĕ. Кантăкран сиксе тухас пек, пуçне кăларчĕ:
— Кăраву-ул! — пĕтĕм урама илтĕнмелле çухăрчĕ.
Урампа иртсе пыракан ватă Исай пичче чарăнса тăчĕ, килкартинелле пăхрĕ.
— Эй-ай-ай, Люшша... Сăмсуна çыхнă май пĕтĕм питне кĕççе çĕлерĕн-и, ачам?
— Мĕн вара? — вăкăрла пăхрĕ ун çине Люшша, Паççине çапма çĕкленĕ аллине пилĕке тытса.
— Ним те мар, килелле ут. Паççи ăслă хĕр, йĕркеллĕн качча кайма хатĕрленет. Ун каччи те ял çинче хисеплĕ çын. Çураçнă хĕре мăшкăллама юрамасть. Утах, ут. Эс тухса кайиччен эпĕ кунтах тăратăп. — Исай пичче алăри туйине хыттăн хай умне лартрĕ, икĕ аллине ун çине хыврĕ.
Люшша хăвăрт тухса кайрĕ. Киле çитсен, хăйне кĕтсе тăракан ашшĕне курчĕ.
— Кама çураçрăн? — ыйтрĕ ашшĕ.
— Чутах Паççи кисĕпне çураçса килеттĕм.
— Мĕн? — ăнланмарĕ Варлам.
— Никам та пымасть мана! — çиллес каларĕ ывăлĕ. — Эсĕ те çав, мемме! Кирлĕ мар çĕрте çеç паттăр, пурлăха упрас енчен кайттă. Санран пулать-и! — Ашшĕ çилленсех кайрĕ. Люшшан та çилли вăйлă, вăл та ашшĕ ăна ăнланма пултарайманшăн çилленчĕ:
— Сана чухăнни кирлĕ пулсан, Малляна мĕншĕн Вавилова качча памастăн? Вавилов викра ĕçлет, комунис...
— Чарăн! — сĕтеле чышса çухăрчĕ Варлам. — Нихçан та ăс кĕрсе çитес çук сана. Самана тӳрленсен мĕне кирлĕ мана Вавилов комунис? Хĕр качча кайсан, ячĕ пăсăлать, е пăсăк ятлă хĕре каялла илсе килем-и? Кине хăть уйăрса ярсан та, ывăлăм ячĕ тасана юлать, арçын ячĕ пăсăлмасть.
— Арçын ячĕ те пăсăлать, — мăкăртатрĕ Люшша, Паççи Натӳк ятне асăннине аса илсе. — Эпĕ луччĕ çимĕк вăййине каям та вăрласа килем пĕрер хĕрне, алла лекнине вăрласа килем пĕрех хут.
— Хĕр вăрлас пулсан, тĕрĕс каларăн-ха кăна, вăрлас пулсан сарлакарах хулпуççиллине, кĕрнеклĕреххине вăрла, ĕçре тарçă вырăнне юратăр.
— Юрĕ, — терĕ Люшша, ашшĕ ун шухăшĕпе килĕшнишĕн савăнса.
— Люшша, — терĕ ашшĕ кăшт тăхтасан, — эсĕ Çатра ялне кайса кил-ха. Куккусем хатĕр пулччăр, пăхкалаччăр маларах. Пĕччен вăрлаймăн, пĕр-пĕр каччăпа пĕр кавар ту. Тата куккусем патĕнчен тавар илсе кил.
— Мĕн таварĕ?
— Кукку, виçĕ ещĕк сăпичкă сутасшăнччĕ.
— Юрĕ, — кăмăлпах килĕшрĕ Люшша.
20
Пур ялсенче те Совет влаçĕ аталанма пуçланă пулин те, пур çĕрте те пуянсене хытах силленĕ пулсан та, Йĕлмекасри Варлам пурăнăç тилхепине хăй аллинчен вĕçертсе ярассине шухăшламарĕ. Вăхăтлăх правительстви те иртсе кайрĕ, кăнчĕ, Совет влаçĕ те çаплах ӳпне-питне çаврăнса ӳкессе ним иккĕленмесĕр шаннă. Ку власть ӳксен вара Варлам пек пуян чăвашсем хăйсен çĕрĕ çинче, чăваш хушшинче хăйсем хуçа пуласса ĕмĕтленнĕ. Варлама вырăс патши кирлех пулман, ăна чăваш патши кирлĕ, вара, тен, турă пулăшсан, çав патша пуканĕ çине Варлам ларма тивĕçлĕ пулĕ, çавăнпа пысăк пурлăхлă çын пулмалла, пуймалла, ватăлса çитсен, хăйĕн аслă ывăлне, Мĕтрине, патша пулма пиллесе хăварĕ. Енчен, турă пулăшсан, кĕçĕн ывăлĕ, юратнă шанчăкăм Колякка, Люшша пек айван пулмасан, ăна лартса хăварма пулĕ... Люшшана шанма çук, Люшша пысăк çын пулаймĕ, вăл ĕмрине суту-илӳпех ирттертĕр... Пуян купца пултăр. Çапларах шухăшсем Варлама канăç паман, çавăнпа вăл паян кун та, хăйĕн пурлăхĕ çип çинче пек çакăнса тăнă пулин те, Люшшана тавар илме ярасшăн пулчĕ.
Люшша килкартине тухса шурă лашине кӳлчĕ.
— Кирек ăçта кĕркеленĕ чух лашана пăхма Коляккана лартса кай! — хушрĕ Варлам.
— Ларса пытăр, ахалех йыт хăваласа çӳрет кунĕпе, — терĕ ывăлĕ.
Куккăшĕсем патне Люшшапа Колякка кăнтăрла иртсен çитрĕç. Каçа юлас мар тесе васкарĕç, урапа çине виçĕ ещĕк спичкă тиерĕç те Люшшапа куккăшĕ пахчана вăрттăн сăмах калаçма тухса кайрĕç. Сăмаххи, паллах ĕнтĕ, хĕр вăрлас пирки. Вăл ĕç пирки часах калаçса татăлаймарĕç, такама чĕнтерчĕç те унпа нумай калаçрĕç, вара ытла тĕттĕм пуличчен киле çитесшĕн пулнипе, пӳрте кĕрсе тăмасăрах кайма васкарĕç. Уя тухсан, Люшшана ыйхă пусрĕ.
— Колякка, — терĕ вăл шăллĕне. — Эсĕ йĕри-тавра пăхкаласа пыр, ме, тилхепине тыт, халĕ çул ниçталла та пăрăнмасть, тӳп-тӳрĕ. Эпĕ çак ещĕксем çине тăсăлса çывăрам. Çĕрĕпе çывăрман кĕçĕр...
Çурхи тĕнче çап-çутă, çынсем хушшинче хаяр хирĕçӳ тухса кайнине, вăрçă пынине, юн юхнине, çĕрĕ-çĕрĕпе унта-кунта пушарсем ялкăшса çунса çынсене хурлăх кăтартнине, тĕнче тулли тăлăх арăмсемпе тăлăх ачасем выçă юлнине, ним шута илмесĕр çурхи тĕнче йăлтăртатса савăнать.
Ял çынни те тĕнчепе пĕрле савăнать. Уншăн чăннипех тĕнче çĕнĕрен çуралнă. Кашни çынна, хĕрарăма та çын шутне кĕртсе, çĕр панă!
Çур тырри пусси лапкипех ял çынни суха тăвать, тырă акать. Хĕрарăм е сухапуç çӳллĕш çеç ӳснĕ ача сухапуç тытса утать; хăрах алăллă салтак е шап-шурă сухаллă ватă çын хулпуççи урлă пурак çакнă та хура çĕре вăрлăхпа шуратать. Акă пĕри анине акса пĕтерсе çул хĕрне тухрĕ, çулпа пыракан шурă лаша çитессе кĕтсе тăчĕ.
— Варлам çĕр акмасть-им кăçал? — ыйтрĕ вăл.
— Акăпăр-ха, — ват кушак кайăк пек шурă шăлне кăтартрĕ Колякка.
— Ку супьях мăнттай, — терĕ вăл, Люшша çине тырă кунтăкĕпе кăтартса, — çĕрĕпе улах шыраса чупса çӳренĕ пуль, урапа сиктернипе те вăранаймасть, катăк сăмси витĕр шăхăрса харлатать.
— Хамăрăнне хамăр пĕлетпĕр! — терĕ Колякка.
— Ăна пĕлмесĕр... — ватă çын çырма юрасах кайман сăмах каларĕ. Нихçан вăтанма пĕлмен Коляккана тĕлĕнмелле туйăм ярса илчĕ: те вăтанчĕ, те хăрарĕ, кун пек туйăм ун чĕрине нихçан пăчăртаманччĕ.
— Тарçă шырама кайрăр пулĕ супьях мăнттай пиччупа? — ыйтрĕ старик.
Колякка нимĕн те чĕнмерĕ, тилхепине туртрĕ. Усал старик инçете тăрса юлчĕ.
Урăх çынсемпе тĕл пулас килмест Коляккан. Пусă пĕтичченех вăл лашине чуптарчĕ. Люшша çаплах вăранмарĕ. Аранах пусă пĕтрĕ, улăх пуçланчĕ. Кунта çын тĕл пулас çук. Улăх лапкипе те ухрутине килнĕ вун-вуник хĕрарăм пĕчченшерĕн, икшерĕн пĕкĕнсе çӳреççĕ. Вĕсене çул хĕрне тухма сăлтав çук.
Эх, сип-симĕс улăх! Йăлтăртатса кăна выртать симĕс пурçăн палас пек курăк! Хĕвел çав тери кăмăллăн, пĕçертмесĕр ăшăтать, тĕрлĕ тĕслĕ ырă шăршăллă чечексене хăйне пăхтарать. Пĕлĕт çап-çутă кăвак та тарăн. Коляккан хĕвеле курас килчĕ, вăл пуçне çĕклерĕ те куçне ирĕксĕр уçрĕ, анчах хĕвеле кураймарĕ: сасартăк тухнă куççуль куçĕсене хупларĕ.
Улăх тăрăх çул тăсăлать те тăсăлать. — Но! — текелерĕ, анса тĕрлĕ чечексем те татса çул çине пăрахкаларĕ, шăхăркаларĕ, вăхăт çаплах иртмест те иртмест. Çапла аппаланса вăрман хĕрне çитрĕç. Сарлака, уçă улăх хыççăн хура вăрмана кĕме хăрарĕ Колякка. Вăрманĕ илемлĕ, унта сывлăш куккук сассипе, тĕрлĕ кайăк сассипе янраса тăрать пулин те, Колякка пиччĕшне вăратрĕ:
— Вăран-ха, пичче. Вăрман хĕрне çитрĕмĕр. Хăратăп эпĕ пĕччен.
— Е? — вăранса куçне уçрĕ Люшша. — Хăратăн? Ухмах! Эпир хамăр пурне те хăратмалла.
Вăл лӳпперрĕн çĕкленсе ларчĕ те ун-кун пăхкаларĕ, вăрманти шава итлекелерĕ. Кайсан-кайсан:
— Эпир вăрмана çитнĕ-çке. Лашана тăварса çитерес, кунта курăк аван. Хыт кукар кукка пирĕн лашана курăк та çулса памарĕ.
Лашине тăварса курăк çине ярсан хăйсем урапа умне ларчĕç.
Çурхи вăрман ырлăхĕ, ĕмĕр сывласа ĕмĕр тăранмалла мар!
Люшша жилетка кĕсйинчен çарăк пек çаврака сехетне кăларса чанклаттарса уçрĕ.
— Кантăмăр, каяр. Ытлашши ларса вăхăта ирттерсен, масар çулĕпе тĕттĕмленсен иртмелле пулать.
Пĕкке хума пуçланăччĕ — вăрмантан ансăр сукмакпа çул çине икĕ хĕрарăм тухрĕç. Пĕри хĕрĕхрен иртнĕскер, тепри аллăран та иртнĕ пулĕ. Вĕсем çул çине тухса арçын пуррине курсан иккĕшĕ те шартах сикрĕç, ни каялла, ни малалла пулса тухрĕç.
Люшша пĕкке çĕре пăрахрĕ, хĕрарăмсем патнелле утрĕ.
— Ăçталла каятăр, кинемейсем? — терĕ вăл, çамрăкрах хĕрарăм аллинчи тулли хутаç çине пăхса.
— Ухрути татрăмăр, киле таврăнатпăр, — терĕ ватă хĕрарăмĕ.
— Улăхра ухрути чылаях-и? — ыйтрĕ Люшша, аллине хутаç патнелле тăсса.
— Ухрути чылаях, иксĕмĕр пĕр хутаç туллиех татрăмăр, — терĕ хĕрарăм, Люшшан карăнса тăракан сăмса шăтăкĕсенчен шикленсе.
— Ухрути çитерĕр-ха, эппин, — терĕ Люшша.
— Çисе пăх, ме! — хутаççинчен пĕр ывăç кăларса, аллине тăсрĕ çамрăкраххи.
— Ытла хытă-çке эсĕ, карчăк! Мана хутаççипех кирлĕ! — Люшша хутаçа ярса тытрĕ.
— Кунĕпе çурăма кукăртса çӳрерĕмĕр, сана-и, ĕмĕтсĕр çын! — çухăрчĕ те яра пачĕ Люшшана аллинчен юман туйипе ватăраххи.
— Ой! Ухмаха тухрăн-им, карчăк! — ойлатрĕ Люшша, ыраттарнă аллине тепĕр аллипе тытса. — Хуçса яма пултарнă эсĕ капла, тăр ухмах!
— Хуçăлтăр çав, вăрра вĕреннĕ вараланчăк аллупа çын япалине тытса илме ан хăтлан. Тар, Марук кин!
Çамрăкрах хĕрарăм ухрути хутаçне хул айне хĕстерчĕ те мĕн вăйĕ пур таран чупрĕ, хăрушă сăмсасăр çын хăйне хăваланине сиссен, ухрути хутаçне ывăтса хăварчĕ. Люшша хутаç патнелле чупрĕ, анчах ватăрах хĕрарăмми хăйĕн çулне кура мар кушак пек хăвăрт сиксе Люшшана йĕм пĕççинчен ярса сĕтĕрчĕ, хутаçа çĕр çинчен хăй илчĕ. Люшша карчăка ухрутиллĕ хутаççи-мĕнĕпех çул çинчен кăшт кăна мăйăр кĕтти хыçне сĕтĕрсе кĕчĕ те мăйĕнчен пăвма пуçларĕ.
— Хурах! — çухăрасшăн пулчĕ карчăк, анчах ун çăварне чӳпĕк пени сисĕнчĕ, карчăк сасси çур сăмахра пăчланчĕ.
Вăрмантан Люшша ухрути хутаçне çĕклесе тухрĕ, ун-кун пăхкаларĕ: никам та çук, ун хыççăн йывăç тураттисем кăна сулкаланса илчĕç те каллех пĕр хускалмасăр тăчĕç. Вăрман ним пулман пек кайăк сассипе янрать, ырă шăршă сарать... Люшша хăвăрт лаша кӳлчĕ, тилхепине хăй тытса ларчĕ.
— Лар хыçала! — терĕ вăл шăллĕне.
— Пичче, эсĕ хутаçпа вăрмантан мĕн илсе тухрăн? — ыйтрĕ Колякка, урапа тапрансан.
— Ме, çи, — терĕ Люшша, Колякка патне хутаççа ывăтса. — Килтисене улăхра хамăр татрăмăр тесе кала. Асту вара!
— Но-о! — канса тăнă лаша çăмăллăн чупрĕ. Вăрманпа çич-сакăр çухрăма пынă çул çинче Люшша текех каялла çаврăна-çаврăна пăхкаларĕ, хăйне хăваласран хăраса пычĕ. Шиклĕ пулать инкен усал çын чунĕ. Вăрман сайраланма пуçласан, витĕр курăнакан пулсан, Люшша хăраса пăхкаларĕ: кунта ăна тарнă хĕрарăм чĕнсе килнипе пуртăллă, сенĕклĕ çынсем кĕтсе тăрас пекех туйăнчĕ. Вăл ахаль те хытă пыракан лашана тилхепе вĕçĕпе çапрĕ те пичкерен сăра йӳçнĕ вăхăтра сирпĕнсе тухнă пăкă пек вăрмантан сирпĕнсе тухрĕ.
Кунта каллех симĕс улăх. Улăхра пĕр çын та çук. Люшша савăнса кайрĕ. Савăннипе вырăсла юрă юрласа ячĕ:
Мы, барышня, любим вас
Каждый день и каждый час.
Каждый день и каждый час.
Другой баба любит нас.
21
Ăçта пĕр-пĕрне пулăшса, ăçта пĕрле ĕçлесе, ял халăхĕ çурхи тырра акса пĕтерчĕ. Çитрĕ çимĕк, утă патне тухиччен пулать ĕнтĕ канлĕ вăхăчĕ.
Вăрçă пулман пулсан, çимĕкре туй хыççăн туй çĕмĕрсе тăмалла. Юрă та ташă, эрех те сăра. Хăш ялта туй ытларах, çав ял мухтава тухаканччĕ. Кăçалхи çул туй курасси пулаймасть. Авланас каччăсем вăрçăра, качча каяс хĕрсем арçын вырăнĕнче ĕçлесе вăхăтсăрах ватăлса ларнă. Йĕлмекассинче те туй пуласси паллă мар. Ял Совет председателĕ Василий авланĕ ĕнтĕ, анчах урçа çын шавлă туйпа авланмĕ, шăп кăна хăй килне арăм илсе пырĕ. Паççи çавах та хăй туйне йĕркипех хатĕрленет, ĕмĕрте пĕрре пулакан япалана чипер ирттересшĕн, тăванĕсене пĕчĕк ĕçкĕ тунă çĕрте парне парасшăн.
Йĕлмекас çыннисем Чинукпа Ямшăк Михали пирки те сăмах тапратасшăн, анчах вĕсем пирки сас-хура яла тухман, ял халăхĕ хăй тĕллĕн анчах çапла шутлать.
Арăмĕ вилни Михаля чĕрине ыраттарса хăварнă суранĕ тӳрленмен-ха, тата вăхăчĕ те çук: кунĕн-çĕрĕн пĕр ялтан тепĕр яла, ялтан вулăса заседание — вара каллех яла.
Чинукĕ Михаля кăмăлне аван чухлать, хăйĕн татăлнă пурнăçĕ çĕнĕрен сыпăнса кайма май пурришĕн питĕ савăнать пулин те, Михаля умĕнче хăйне сăпай тыткалать, калаçса татăлнă пек, авăн çапса пĕтерсен, хăйсен туйне тума майĕпе хăмла-салат хатĕрлет. Анчах ку сăмах иккĕшĕн хушшинче çеç, вăл яла тухман.
Иртĕннĕ каччă Люшша пирки авланать тесе никам та шутламан, анчах Люшша хăй урăхла шутланă. Çимĕк каç Люшша çатан кӳмеллĕ урапана кула-кула кӳлчĕ, хаваслă çимĕк каçне ирттерме Çатра ялне куккăшĕ патне кайрĕ, ахалех çапкаланса çӳрес мар тесе, юри кая юлса анакан хĕвел чӳречесем çинче вут чĕртнĕ пек хĕрелсе вылянă чух çитрĕ. Кунĕпе хĕрĕнкĕ пулнă куккăшĕ ăна минтерлĕ пукан çине лартрĕ, шурă эрехпе хĕрлине хутăштарнине Люшшапа шаккаса ĕçрĕ.
— Тăлăх арăмсем хыççăн чупсах, вĕсене аçунтан вăрттăн çăнăх парсах каччă ĕмĕрне ирттертĕн ĕнтĕ эсĕ, — терĕ хаяр сассипе куккăшĕ, хĕрлĕ улмаллă куçĕсене чуптарса илчĕ. — Йĕркене кĕр те авлан.
— Майли курăнмарĕ-ха, кукка.
— Шăтăклă шăрçа таçта та пур. Шыра кăна! Кĕçĕр таçти ялтан та килнĕ хĕрсем пулаççĕ, çăварна карса ан юл.
— Пăхас эппин, — терĕ Люшша, хăватлă эрех унăн халиччен çуран çӳрекен шухăшне çунатлантарса ячĕ, çавăнпа ăна темле илемлĕ хĕр тупăнас пек туйăнчĕ.
Вăл куккăшĕн килĕнче нумаях лармарĕ, урама тухрĕ. Кӳршĕ хуралтă умне хупне сӳсе пăрахнă çăка пĕренисем тĕттĕмленсе килнĕ урамра шап-шурă курăнаççĕ. Вĕсем çине çамрăксем пухăнса ларнă, мăйăр катаççĕ, хĕрсем лараççĕ, каччăсем курăнмаççĕ те.
— Люшша, лар, хăна пул, — терĕ пĕр хĕрĕ, тĕттĕмре сăнарĕ — палламалла курăнмарĕ, кӳршĕ хĕрĕ пулмалла.
Çуртсем хуралнăçем хуралса пычĕç, çĕрпе пĕлĕт хушши касса татнă пек палăрчĕ. Унччен вĕçсе çӳрекен нăрăсен сасси кăна пулнă сывлăшра Тукас енчен юрă кĕвви илтĕнчĕ, çыран тăрăх сĕрĕлтетсе анса кайрĕ. Пур пек çамрăк пур енчен те çимĕк вăййине пухăнать. Кĕçĕр пысăк вăйă пулать. Çăка пĕренесем çинче ларакан хĕрсем те карталанса тăчĕç; хăйсем урамра иккенне пĕлтерсе сӳрĕккĕн кăна:
Юхать шывсем, юхать шывсем
Шурă чулăн айĕнчен, —
тесе юрларĕç.
Люшша патне пĕр ушкăн каччă пырса тăчĕ.
— Мĕскер эс, Люшша, хĕрарăм старости пек хĕр ушкăнĕнче тăратăн, айта урам тăрăх хĕрсене курса çӳрер, — терĕç вĕсем.
Люшша Çатра ялĕнче час-часах пулкаласан та хăй мĕнле каччăсемпе каллĕ-маллĕ утса çӳренине пĕлмерĕ, калаçма та илĕртсе тăракан шухăш тупмарĕ, куккăшĕ калани вырăнлă пек туйăнчĕ, вăл епле те пулсан çимĕк каçĕнче пĕр-пĕр хитре хĕрпе паллашма ĕлкĕрес терĕ, мĕншĕн тесен тепĕр çу çитиччен вăйăсем урăх пулмаççĕ.
Пур касăра та юрăсем янрама тытăннă вăхăтра кунти вăйă та пухăнса çитрĕ, шап-шурă кĕпеллĕ хĕрсемпе пăч-пач çамрăк каччăсен карти çаврăна пуçларĕ, нумай сасă ярса илнĕ юрă çунатланнă пек çĕкленчĕ те инçене, Атăл улăхнелле, анса кайрĕ:
Акăш ăçта? Атăлта.
Чĕпписем ăçта? Тинĕсре...
Куккăшĕ эрех сыптарнă чух хĕр пирки çуралнă шухăш, пуç мими эрех хăватĕнчен тăрăлса çитсен те, канăç памарĕ, мĕн те пулин хушнă пек йĕкĕлтесе тăчĕ. Юрă акăш çинчен калани ырлăхра тăранса вĕçкĕнленсе ӳснĕ Люшшана пĕтĕмпех алхастарса ячĕ:
— Эх, пĕр акăш пек чипер хĕре вăрласчĕ! — терĕ вăл ăшĕнче, вăйă картинче икĕ хĕр хушшинче пынă чухне йĕри-тавра пăхса пычĕ, анчах тĕттĕмре хĕрсен сăнарĕсене паллаймарĕ, пурин те сассисем илемлĕ пек туйăнчĕç.
Тепĕр касăри вăйăсем ял варрине пухăнсан, Люшша çамрăк халăх хушшинче пĕтĕмпех çухалса кайрĕ, сарăлса хăпарнă пысăк уйăх çутинче никама та палласа илеймерĕ. Йĕлмекасси хĕрĕсене курчĕ, анчах вĕсем унпа калаçса тăмарĕç, вăййа кĕрсе çухалчĕç. Тĕкме мĕлки ӳкнĕ вырăнта Люшша чикаркă çуталса юлнине курчĕ те унталла утрĕ, пĕр ушкăн качча кулкаласа хаваслă калаçса тăнине асăрхарĕ.
— Мĕнле канаш, атьсемĕр? — терĕ Люшша, кĕсйинчен зажигалкине кăларчĕ, кустăрмине алă тупанне çапрĕ, хăвăртах пирусне чĕртсе ячĕ, каччăсем хушшине кĕрсе тăчĕ.
— Çын лайăх пурăнни таçтан та паллă, — терĕ пĕр каччă. — Пĕрре çапрĕ те чĕртсе те ячĕ. Эпир кĕсъене ăвă та, çулу та, вут чул та чиксе çӳретпĕр, эх, çапатпăр, эх, çапатпăр, тинке тухиччен хăтланатпăр, йĕпе чухне пĕтсех ларатпăр.
— Манăн зажигалки нихçан та кутăна пемест, — Люшша зажигалкине чалт тутарса тивертрĕ, çил çинче вĕркĕштерсе чылай тăнă хыççăн сӳнтерчĕ.
Икĕ каччă пĕрне-пĕри хулран тытса пăрăнчĕç те айккинелле утрĕç.
— Ăçталла? — ыйтрĕ Люшшаран юнашар тăнă каччă.
— Эпир халех килетпĕр! — илтĕнчĕ вĕсен сасси пӳрт мĕлки ӳкнĕ тĕттĕмрен.
— Тем канашлаççĕ, — терĕ табак туртса мăкăрлантарса тăракан ушкăнра пĕри.
— Хĕрсем пирки ĕнтĕ, — терĕ тепри.
Нумаях та вăхăт иртмерĕ, леш икĕ каччă çул май пăшăлтатса калаçса каллех çаврăнса килчĕç те, Люшша çумне пырса, пĕри пĕр енне, тепри тепĕр енне тăчĕç.
— Чикар туртма кайран та ĕлкĕрĕпĕр, — терĕ пĕр каччи. — Çуркуннехи çĕр кĕске, иртсе кайĕ усăсăр.
Икĕ каччă Люшшана икĕ хулĕнчен те юлташла тытса вăйă еннелле ерипен утрĕç.
— Сан, Люшша, хĕрпе паллашас килет-и? — терĕ пĕри питĕ ырă сасăпа.
— Хитре хĕр пур-и? — савăнсах ыйтрĕ Люшша.
— Ют ялтан килни пур. Пĕр кашăк шывпа çăтса ямалла илемлĕ, — терĕ малтанхи каччи. — Вăл пирĕн пек каптăрмасене куç хӳрипе те пăхасшăн мар, сан пеккисене, пуяннисене, шырать.
Капла калани, ăна хисепе хурса мухтани Люшшан кăмăлне хăпартсах ячĕ, хăйсен ялĕнче пĕр çын та унпа капла ачаш калаçман, пурте анкă-минкĕ пуçне илемлĕ каçăр карттуса чиксе çӳрет тесе кăна шутланă, йĕкĕлтеме сăлтав шыранă.
— Куратăн-и, ав, лере икĕ шурă тутăрлă хĕр, вĕсем хушшинче яштак пӳллĕ вăрăмми, — терĕ тепĕр каччи пӳрнипе вăрттăн кăтартса.
— Ятне пĕлместĕр-и? — терĕ Люшша, халех вăйă хушшине сиксе ӳкес пек тинкерсе пăхса илчĕ.
— Эх, Люшша, чипер хĕр йăлине пĕлместĕн иккен эсĕ! — терĕ сассине мĕскĕн тытса пĕр каччи. — Ун пек хитре хĕр пирĕн пек кукша Ивансене хăй ятне калать-и? Эсĕ кай та унпа юнашар тăр, хăвна хăюллă тыт!
Люшша икĕ алă вырăнне икĕ çунат туяннă пек хăпартланчĕ, вĕттĕн-вĕттĕн те хăвăрт утса вăйă патне пырса тăчĕ, икĕ шурă тутăрлă хĕр çаврăнса çитессе кĕтсе илчĕ, вĕсен хушшинчи хĕрĕн аллинчен ярса тытрĕ, карта хушшине кĕрсе тăрса утма тытăнчĕ, ытла хытă çухăрса ярас мар тесе, хăйне асăрхаттарчĕ, юрра хутшăнчĕ.
Хĕрсем кантăр тыллаççĕ,
Ах-тур валли тыллаççĕ те.
Юрлама кăна тытăннăччĕ, вăйă варрине кĕсле тытнă каччăпа пĕрле темиçе тумраçă килсе кĕчĕç, йăнтăр-янтăр калама тытăнчĕç, çав вăхăтра пĕр каччă пĕр хĕре çавăтса тухрĕ те такмакласа кăшкăрса ячĕ:
Эп маттур та эп маттур,
Пилĕк пуслăх аттăм пур —
Тăпăр-тăпăр ташлама,
Эх, ташлама!
Каччă хĕр тавра йĕрĕлчеллĕ йĕке пек пĕрре çаврăнчĕ, хĕр аллипе пĕрле хăйĕн аллине те çĕклесе урипе тăпăртаттарса илчĕ, ыттисене те вăйă варрине тухма йыхăрчĕ. Вăйă карти унта-кунта татăлчĕ, анчах яланах куçне пытарса тăракан яштака пӳллĕ хĕр Люшша çумĕнчен каймарĕ, унăн аллине хытă чăмăртарĕ, айккинелле тухса каясшăн пăрăнчĕ.
— Пăртакçă уткаласа çӳрер-и? — терĕ Люшша, хăйĕн чĕри сиксе тухас пек савăнса тапнипе, акăш-макăш пысăк савăнăçĕ ӳт-тирĕ тăрăх сарăлса кайнине сисрĕ.
— Çӳрĕпĕр эппин, — терĕ хытăрах сасăллă хĕр, халĕ те куçне пытарса пычĕ.
Вĕсем халăх хушшинчен тухрĕç, çуртсен хĕррипе тĕттĕмре пусăмĕсене виçнĕ пек ерипен утса пычĕç, хĕр именнипе вăтаннине ирттерсе ячĕ, пуçне çĕклерĕ.
— Ятна пĕлме юрать-ши? — терĕ Люшша, хĕре тытса ыталасшăн пулчĕ, анчах лешĕ ăна ыратмаллах аллинчен çапрĕ.
— Вируç ятлă эпĕ.
— Ăçталлисем?
— Кунтан инçе. Вăрманкассисем.
— Вăраха килнĕ-и?
— Çимĕк каçне кăна.
— Каятăн та-и?
— Кăвак çутăпа уттаратăп.
— Эпĕ сана лашапа леçсе хăварăп.
— Ай-тур, тем сăмах илтĕн! — кăшкăрсах каласа хучĕ хĕр.
— Мĕн курмалли?
— Çара çерçи саркайăкпа туслашса кайнă, тейĕç, хамăр ялта та кулма тытăнĕç.
— Сирĕн ялта мана шуйттанĕ те палламасть.
— Палламасть сана, — терĕ хĕр, Люшшан ыталама тăракан аллисене сирсе. — Варлам ачи килнĕ тесенех, пирĕн ялти карчăксем те сиксе тухĕç, пĕрре пулин те пăхса юлас тейĕç. Çук ĕнтĕ, Люшша, эпĕ çуранах уттарăп, пуян урапи çинче ларса çӳреме...
Хĕр каласа пĕтереймерĕ, вăйă саланма вăхăт çитнине пĕлтерекен хурлăхлă юрă илтĕнсе кайрĕ:
Пиçнĕ-пиçмен çырлашăн
Чĕрес çакса ан тухăр.
Ӳснĕ-ӳсмен хĕрсемшĕн
Лаша кӳлсе ан тухăр.
— Юрласа юлас! — терĕ хĕр, аллине Люшшаран карт туртса илчĕ, вăркăнса каяс пек чупса çуртсен мĕлки ӳкнĕ тĕттĕмрен тухрĕ, уйăх çĕр çине сапса тултарнă çутăра пурçăн тутăрĕ вĕçрĕ, вăрăм мĕлки çуртсемпе ытти хуралтăсем çинче хуçкаланса пычĕ.
Люшша, инçетрен килнĕ хĕр паттăр иккенне туйса, шухăша кайса пынă чухне çаврăнакан вăйă умĕнче каллех икĕ каччă хирĕç пулчĕç.
— Эсир, атьсемĕр, туртса пăхăр, — терĕ Люшша, уйăх çутинче пуçне каçăртса пăхрĕ, каччăсене кĕмĕл йĕнĕрен кăларса пĕрер пирус пачĕ, зажигалкинчен тиверттерчĕ, кайран хăй те туртса ячĕ, ункă-ункă тĕтĕме уйăх çинелле вĕрчĕ.
— Хĕр мĕнле пек? — терĕ пĕр каччи, пăшăлтатса.
— Чипер, — терĕ Люшша, качча тав тунă пек хулпуççинчен çапса илчĕ.
— Эпир сана начаррипе паллаштармăпăр ĕнтĕ, — терĕ каччă. Люшшана хăйне те хулпуççинчен тытса силлерĕ. — Пирĕн ял каччисем унпа калаçма пăхкаларĕç те, анчах вăл пĕрне те юнашар тăратмарĕ, палт кăна çаврăнса кайрĕ.
— Кун пек хĕр таврара сахал, — терĕ тепĕр каччи. — Шел, ир-ирех килне тухса каять пулĕ чечек пек хĕр.
— Каяс пек калаçать, — хыпăнса ӳксе каларĕ Люшша.
— Эх, Люшша! — терĕ пĕр каччи, — кун пек кайăка алăран вĕçертсен, ухмантей пулатăн эсĕ!
— Мĕн тумалла вара?
— Мĕн тăвасси паллă! Вăрламалла та каймалла, хĕртен арăм тумалла!
— Чăнах та! — терĕ тепĕр каччи, пăшăлтатса тăнă çĕртенех кăшкăрса ярас пек çăварне уçрĕ те аллипе хупларĕ.
— Питĕ вăйлă пулмалла, — терĕ Люшша, шухăшĕ хĕрӳленсе кайнă пирки пирусне хăвăрт-хăвăрт сăвăрса илчĕ. — Ăна урапа çине çĕклесе çапаймăн, намăс çеç курăн.
— Эх, калаçатăн çуккине, Люшша! — икĕ каччи те пăшăлтатса илчĕç. — Эпир виççĕн-çке, пăркăчласа тытатпăр та пусса выртатпăр. Танатана лекнĕ путене пек выртса пырĕ, хускалаймĕ те.
— Атьăр урапана хатĕрлесе хурар! — терĕ Люшша, тав туса икĕ каччăн аллисене вĕçертмерĕ, иккĕшĕн хушшине кĕрсе хăвăрттăн утса пычĕ.
Вĕсем виççĕн Люшша куккăшĕн килкартинче, питĕ те шаппăн калаçса, чĕрне вĕççĕн кăна чупкаласа, лаша кӳлсе тăратрĕç, хапхана та шăрчăк пек кăна чĕриклеттерсе уçса тухса кайрĕç.
Йĕлмекасси çулĕ тухса каякан тăкăрлăкра пĕр кивĕ çурт пур, унăн килкартине тахçанах ĕнтĕ мăянпа эрĕм пуснă. Хуçи вăрçăра вилнĕ, арăмĕ ачи-пăчипе пĕрле çăкăр татки шыраса халăх хушшине тухса кайнă, пӳрт чӳречисемпе алăкне хăмасемпе урлă-урлă çапса хăварнă. Вĕсем виççĕн çак пăрахăçа юлнă килкартине урапине кĕртсе тăратрĕç.
— Эсĕ епле пулсан та, Люшша, хĕре çак тăкăрлăка илĕртсе илсе кил, — терĕ пĕр каччи.
Люшша вăйă патне пырса çитнĕ чух уйăх хура пĕлĕт айне пытанчĕ, урам сасартăках тĕксĕмленчĕ, хĕре шыраса тупма чылаях кĕтсе тăмалла пулчĕ. Уйăх сиксе тухсанах, Люшша вăйă картине кĕрсен, хĕрĕн аллинчен тытсан, икĕ шурă тутăрлă хĕр юрланă çĕртенех ихĕлтетсе илчĕç, çăварĕсене аллисемпе хупласа пычĕç.
— Мĕншĕн ихихик! — терĕ Люшша, хăй çумĕнчи яштака пӳ-силлĕ хĕр те юлташĕсем пекех кулса ярассинчен тутисене хĕстернине асăрхарĕ.
— Пыра тем кăтăкларĕ, — терĕ шурă тутăрлă хĕрсенчен пĕри, Люшшапа юнашар пыраканни.
Хĕрсемпе каччăсем мăшăр-мăшăррăн уйрăлса вăйăран тухни курăнсан, Люшша хăй хĕрне аллинчен тытрĕ те ушкăн хушшинчен кăларчĕ, хул хушшинчен тытрĕ, хĕрĕ туртăнмарĕ, çăмăллăн утса пычĕ.
Тăкăрлăк патне çитес чухне хĕр тăп тăчĕ те каялла çаврăнасшăн пулса туртăнчĕ.
— Кунта калаçса çӳреме илемлĕрех, çырма хĕрринчи хăвалăхра шăпчăксем юрланине итлер, — терĕ Люшша, хăйĕн телейĕ çитессине кĕтсе пăлханса кайрĕ; савăнăçлă туйăм пырне пăвса илчĕ.
Тăкăрлăка пырса кĕнĕ-кĕменех иккĕн хăвăрт иртсе кайрĕç те каялла çаврăнчĕç. Иккĕшĕ те, Люшша кĕтнĕ пекех, хĕре ик енчен ярса тытсанах, Люшша тĕттĕм кил-картине чупса кĕрсе кайрĕ, урисем айĕнче пĕлтĕрхи типĕ курăк кăштăртатса пычĕ.
— Хурах! — тесе пĕрре çухăрса яни илтĕнчĕ те лăпланчĕ.
— Çăварне чӳпĕк чикрĕç, — тесе шухăшларĕ Люшша, урине кукалесе тăракан лашине тилхепе вĕçĕпе çапса илчĕ, хăй лашипе юнашарах чупса урама тухрĕ.
Икĕ каччă хĕре çĕклесе урапа çине хурса пусса выртсанах, Люшша ларкăч умне ик уран сиксе тăрса лашине шак сиккипе чуптарчĕ, хыçалта чупса килекен вăйă халăхĕ шавлани илтĕнсе юлчĕ, малта шăратнă кĕмĕл пек шап-шурă уйăх çутиллĕ хир курăнчĕ.
— Вĕлеретĕр! — тесе хашкаса кăшкăрчĕ хĕр.
— Телей шăлна çĕмĕрсе кĕрет, — вăрçса илчĕ пĕр каччи, — эсĕ, пур, пархатара манса кайнă.
— Каччи мĕнле! — терĕ тепри. — Пĕр кĕсйинче кĕмĕл, тепринче ылтăн.
— Сывлама парăр, — терĕ хĕр, çатан кӳме хыçне урисемпе тапса. — Хирте тармастăп ĕнтĕ.
«Вăрлассах кĕтнĕ пулас, — шухăшласа ларса пычĕ Люшша, хыçалтан хăвалакан сас-хура пулманнипе лашине хистемерĕ, ерипен кăна юрттарса пычĕ. — Хăйĕн ирĕкĕпех пырать. Вăйлă вара — атте савăнать ай тур-тур. Икĕ тарçă вырăнне ĕçлĕ», — савăнса пычĕ Люшша.
Çул ним чухлĕ те сисĕнмерĕ, Йĕлмекасси курăнса кайрĕ, уй хапхинчен кĕнĕ чух хĕр тапаланса илчĕ, каччăсен аллинчен вĕçерĕнсе тарасшăн пулчĕ, Люшшана антăхсах каймалла çурăмĕнчен кӳплеттерсе аллипе çапрĕ:
— Хурах! — тесе кăшкăрса ячĕ.
Люшша ик ура çине сиксе тăчĕ, кӳмепе юнашар чупрĕ, лаша хăйсен хапхине пырса туртипе çапăнса кĕмсĕртеттерчĕ. Люшша ларкăч çинчен сиксе анчĕ, хапхана яланхи пек сăлăп ярса питĕрнине уçма хӳме çине сиксе выртрĕ те каçса кайрĕ.
Вырăсла хапха уçăлчĕ, урапа кĕрсе кайсанах хаплатса хупăнчĕ.
Пĕтĕм яла ыйхăран сиксе тăратмалла пĕр çын кăшкăрни янкăр çутă урамсем тăрăх кайрĕ:
— Люшша хĕр вăрласа килнĕ!
— Туй! — çухăрчĕç темиçен.
Люшша шартах сикрĕ, хăвăртрах пĕрене çурăкĕнче уçă тупрĕ, пысăк çăрана шăлтăртаттарчĕ, кĕлет алăкне яри уçса ячĕ.
— Халĕ ĕнтĕ хамăр алăра! — терĕ, ним чĕнмесĕр выртакан хĕр патне чупса пычĕ, ыталама тăчĕ, анчах лешĕ ăна икĕ урипе те кăкăрĕнчен тапрĕ те, Люшши месерле кайса ӳкрĕ, куçĕ-пуçĕнчен вут сирпĕнсе тухрĕ. Вăл сиксе тăма та ĕлкĕреймерĕ, икĕ каччă хĕре çăмăллăнах çĕклесе кĕлете илсе кĕчĕç, ун хыççăнах Люшшана та чышса тĕртсех ячĕç, пӳлме çумне çапăнтарчĕç. Вара тул енчен çăрана питĕрни илтĕнчĕ.
— Хĕве хупрĕç. Ĕнтĕ ачашланăпăр, — терĕ пăшăлтатса Люшша, сарлака çурăмлă хĕре ыталаса. — Эсĕ ан шавла, — хушрĕ вăл, килĕнче ашшĕ-амăшĕ вăранса туя хатĕрленме пуçланине илтсе.
— Эсĕ те ан шавла, — ачашшăн пăшăлтатрĕ хĕрĕ, каччи ытамĕнчен шуса тухса, тĕттĕм кĕлетре уткаласа çӳреме пуçларĕ.
— Юрать, — терĕ Люшша, хĕре хуса çитсе тепĕр хут ыталарĕ, пӳлме тăрринче хатĕрленĕ вырăн патнелле сĕтĕрчĕ.
— Ан шарла... пĕр сасă кăларсанах... — пăшăлтатма пуçланăччĕ Люшша.
— Пĕр сасă кăларсанах, вĕлеретĕп. Асту! — чăн-чăн арçынла каласа хучĕ хĕр, хăлха чиккинчен янклаттарса ячĕ, çав самантрах, Люшша йăванса кайиччен, хысана тĕлĕнчен урипе тапма ĕлкĕрчĕ.
Люшша пӳлме çумне сирпĕнсе кайса ӳкрĕ, питĕ ыратнине тӳсеймесĕр нăйкăшса ярасшăн пулчĕ, анчах хай епле инкекпе мăшкăла килсе лекнине туйса илчĕ, икĕ аллине те лăштах тăсса пăрахрĕ, лăпкă выртрĕ.
— Тата ачашланас килет-и? — пăшăлтатса ыйтрĕ хаяр çын, çимĕк уявĕ тĕлне юри вăрăм ӳстернĕ çӳçĕнчен икĕ аллипе ярса тытрĕ, пуçне темиçе хутчен силлерĕ, урай çумне çапса илчĕ. — Вăйă вылятпăр-и?
— Çук, — мăшлатса макăрса ячĕ Люшша.
— Эпир пуянсене çапла ăс вĕрентетпĕр, — хаяр çын вĕлерес пекех Люшшана урисенчен тытса кĕлет урайĕ тăрăх сĕтĕрсе çӳрерĕ, аяк пĕрчи тĕлĕнчен икĕ енчен те кӳсек пекех хытă аллисемпе кӳпкерĕ, пӳлме çине хăпарса кайрĕ те мачча хăмине тĕртсе пăхрĕ, хускатаймарĕ, ерипен анчĕ, Люшша патне пырса пăшăлтатса каларĕ.
— Вилессӳ килмесен мана кăларса яр.
— Варринчи урай хăмине çĕклеме пулать, — аран-аран каласа хучĕ Люшша.
Хаяр çын, чăнах та, пĕр касăк хăмана уçрĕ те кĕлет айне анса кайрĕ, урам енчи шăтăк уйăх çути ӳкнĕ çереме кăтартнине курчĕ, каялла кăштăртатса кĕчĕ, Люшша пӳлме хĕрринчен тытса тăма хатĕрленнине курчĕ.
— Ухрути çисе тăрантăн-и, çук-и? — тесе ыйтрĕ хаяр çын, урайĕнчен çур пăт кире пуканне илсе.
— А... — йынăшса ячĕ Люшша. — Ан, вĕлер...
— Вĕлерессе вĕлерместĕп, юнлă ухрути çитеретĕп, халăх умне курăнма намăс пултăр, — терĕ хаяр çын. Тепĕр хут «юнлă ухрути» çитерчĕ те кĕлет айне кĕрсе кайрĕ.
Пĕтĕм пит-куçĕ юнпа кĕвелсе хупланнă Люшша, шăм-шакĕ ыратнăçем хытăрах ыратнине сиссе, вăрманта хăй вĕлерсе хăварнă карчăка, тарнă хĕрарăма тарăхса выртрĕ, нумай хутчен макăрса илчĕ, хапхи умĕнче халăх туй кĕтсе шавланине итлерĕ.
Варлам килĕнче çĕр тĕркĕш иртрĕ. Никам та çывăракан пулмарĕ, амăшĕ апат хатĕрлесе вĕри кăмака таврашĕнче ăшаланчĕ.
— Люшша! — терĕ вăл, ирхине кăвак çутă кайнă-кайманах.
— Уç! — илтĕнчĕ мĕскĕн сасă.
— Мĕнле вара? — тĕлĕнсе тăчĕ Маттĕрне. — Камсем питĕрнĕччĕ сире?
— Икĕ каччă.
— Мĕнле каччăсем?
— Палламастăп.
— Ых, сана! — Маттĕрне вăрçма пуçласшăнччĕ, анчах ял халăхĕ, Люшша хĕр вăрласа килнине пĕлсе, урам тулли тăрать, туй кĕтет.
— Кĕçĕн çынна курасчĕ, уçăр хăвăртрах! — тесе çĕмĕрсе тăраççĕ.
— Уççи санра-и? — ыйтрĕ амăшĕ.
— Манра ăçтан пултăр, — терĕ ывăлĕ.
Авалхи пысăк çăрана нимле уçă та юрамарĕ, алăк янахне пăсса тăпси-мĕнĕпех вăтăрса кăлармалла пулчĕ. Кĕлетрен Люшша, юнланса-кăвакарса пĕтнĕ питне кăтартас мар тесе, жилеткипе хупланса тухрĕ те хăвăрт пӳрте чупса кĕчĕ.
— Мĕн пулнă? Хĕрĕ ăçта? — тĕлĕнет халăх.
— Люшша Çатра вăййинчен чиперкке хĕр вырăнне хĕр тум-тирĕ тăхăннă вăйлă каччă вăрласа килнĕ! — терĕ халăхра тăракан салтак ячĕ тухайман кĕрнеклĕ ача.
Ку хыпар пĕтĕм халăха хырăм тыттарса култарчĕ.
— Авланса пулмарĕ Люшшан!
— Пысăк пӳртне уйăрăлса тухасси пĕтрĕ!
— Эй, халăх! Ака-суха патĕнче текех тĕрмĕшсе вăхăт тупаймастпăр, Варламăн пысăк пӳртне клуб тăвас!
— Эй, эй! Аслисене калас!
— Ăçта ял Совет председателĕ?
Халăх çĕмрĕлет те çĕмрĕлет. Паян тройски праçник ячĕпе пĕри те ĕç патне кайманскерсем кĕпĕрленсе Варламăн ытти хуралтăран кăшт уйрăм тăракан пысăк пӳртне кĕме пуçларĕç.
— Çав пӳртрех пуху туса ирттерчĕç, чернилпа пир татăкĕ çине «Нардом» тесе çырчĕç те тул енчен пăтапа çапса çыпăçтарчĕç.
Варлам чĕрре кĕнипе усси пулас çуккине чухласа илчĕ, халăх мĕн хăтланнине пăхса шăлне çыртса тăчĕ.
22
Кăнтăрлахи кĕлĕрен ялне Муçук таврăнать. Паян Тройски кунĕ, пысăк праçник. Чиркӳре халăх нумай пулчĕ, турă умне çурта лартакансем чылай пулчĕç, чиркӳ старостин тупăш аван-ха паян. Муçукăн чунĕ савăнма тепĕр сăлтав пулчĕ: чиркӳрен тухнă чух Чишмари Эльпике шурă пурçăн тутри айĕнчен Муçука куç хĕсрĕ... Вăрăммăн пусса утса кĕчĕ Муçук тăван ялне.
Мĕскер пулнă Варлама? Праçник ячĕпе пĕтĕм яла хăналать тем? Мĕншĕн пĕтĕм ял ачи-пăчи Варламăн пысăк пӳртне чупса кĕреççĕ? Тата çырса çапни пур... Мĕн çырнă-ши? Муçук чарăнсах тутине сиктерсе вуларĕ:
— Нар-дом...
Муçук вывескăллă Варлам çуртне тепĕр хут пăхса илет те шухăша каять.
Муçука тарăхтарма юри пекех Нардома тата пĕр ушкăн ача-пăча кĕрсе кайрĕ. Кайра чупса пыракан пĕчĕк ача çитмаллă çеç...
«Эпĕ кĕме хăраттăмччĕ ку çурта, халĕ çитмаллă ача та хăюллăн кĕрсе каять... Акă, ăçта вăл тĕнче пĕтесси... Сумлă çынсем мухтавран тухрĕç, апла мана та, хисеплĕ çынна, пĕтерес тейĕç...»
Çапла хурлăхлă шухăшсем Муçук уттине те кĕскетнĕччĕ, анчах вăйлă çурхи çумăр килес умĕнхи çил урамри çул çинчи тусана юпа туса çавăрса пуçтарчĕ те Муçука пырса çапас пек чупрĕ. Муçук хытă утса кайрĕ. Хăйсен тĕлне çитсен, шултра çумăр пĕрчисем шапăртатса тусан çинче пĕчĕк çаврашкасем тума пуçласан, Муçук килкартине чупсах кĕчĕ. Вăл пӳрте кĕмерĕ, чирлĕ арăмне курас килмен пирки алкумĕнчех чарăнса тăчĕ. Эльпике сăнарне аса илчĕ.
«Эх, пиçмен çăкăр виçĕ кунлăх, савман арăм ĕмĕрлĕх, тенĕ ваттисем, чăнах та, ниепле те вилме пĕлмерĕ ĕнтĕ. Эх, эпĕ Эльпикене илсе килĕттĕм...» Эльпики ăна те пырĕччĕ-ха, ун çинчен шутласа пăхмарĕ Муçук. Хăйне хăй ăслă та хисеплĕ çын вырăнне хурса пурăннă вăл хăйĕн ĕмĕрĕ тăршшĕпе. Унран йĕркеллĕ, унран ăслă çын тĕнчипе çук, çавăнпа Эльпике мăшăрланса хăйне сӳсмен тăхăнтартмасси пирки иккĕленсе тăма Муçукăн пуçра шухăш та çук. Анчах çапла тутлăн шухăша кайнă чух килкартинче вут явăнчĕ, çĕре чĕтретсе аслати çапрĕ. Тр-тр-тр! чĕтрерĕ Муçук хуралти, Муçук ларакан сак та чĕтрерĕ.
Кăвăк çутă килеспе çумăр чарăнчĕ. Муçук пӳрте кĕме алăка уçрĕ.
— Текех йăваланса выртатăн, кахал, — терĕ вăл алăк пуканĕ урлă каçнă-каçман.
— Тăраймарăм ĕнтĕ... — ерипен, таçта çĕр айĕнчен тухнă пек илтĕнчĕ арăмĕн сасси.
— Çĕрĕпе ыйăха çапрăн пулĕ; сан, ухмахăн, ним шухăш çук, эпĕ çĕрĕпе куç хупаймарăм, — хыттăн каларĕ Муçук.
— Инкек-мĕн пулмарĕ пуль-çке? — аран-аран вăйне пухса ыйтрĕ чирлĕ арăмĕ.
— Пулмарĕ?! — витлерĕ ăна упăшки. — Курмастăн-им, пĕтĕм тĕнче пăсăлса кайрĕ. Ыр çынсене хĕсĕрлеççĕ, веç ав, Варламăн пӳртне тытса илнĕ те халĕ унта çитмаллă ачапча кĕшĕлтетее çӳрет. Е ман çурта та çав çитмаллă чухăнсене парасшăн-и эсĕ? Ухмах çуралтăн, ухмаха персе выртатăн. Сан тăванусенчен пĕр ăслă çын çук, пурте ухмах!..
Муçук чылайччен арăмне хурласа кӳрентерчĕ. Нихçан хирĕç сăмах каласа курман арăмĕ хальхинче те сас-чӳ кăлармарĕ.
— Мĕскер питĕ йывăр шăршă тулнă вара пӳрте? — усаллăн ыйтрĕ Муçук.
— Хырăм... шыçни шăтса юхрĕ… — терĕ арăмĕ. Сарлака шăмăллă типсе кайнă аллисене витĕннĕ çĕтĕк сăхман айĕнчен кăларчĕ, хырăмĕ шăтса юхнине уçса кăтартасшăн пулчĕ, анчах аллинче вăй çитеймерĕ, аллисене вăл сăхман айне урăх пытараймарĕ, сăхман çинех хăй тăрăх ӳкерчĕ.
Муçук усаллăн шăлне йĕрчĕ:
— Апла пулсан самайланатăн! — терĕ вăл, хăвăрт тĕпел кукрине иртсе хут купăса илчĕ те ура тапса ташă кĕвви калама пуçларĕ.
— Тăрса ташла, путене!
Арăмĕ кĕскен кăна йынăшрĕ, сивĕнме пуçланă урисене тăсрĕ.
Ура тапса купăс каласа ларакан упăшки хăйсен хапхи умне шурă юланут пынине сисмерĕ. Алăк уçăлнине çеç сисрĕ, çаврăнса пăхрĕ.
Алăкран волисполком председателĕ Вавилов кĕнине курсан, тĕлĕннипе çăварне карса пăрахрĕ, купăсĕ усаллăн нăрт! терĕ те шăпланчĕ.
— Мĕн ир-ирех туйри пек купăс каласа ларатăн, Моисей? — ыйтрĕ вăл, вара сак çинче выртакан çын патне пырса ерипен ыйтрĕ. — Йывăр-им сана, кинеми?
— Халĕ йывăр мар, вилетĕп эпĕ...
Кинемейĕн ĕмĕр тăршшĕпе ытла йывăр ĕçленĕрен типсе кайнă аллисем ватă хурама тымарĕ пек пĕр хускалмасăр сăхман çинчех выртаççĕ. Николай çак ĕçчен алла ерипен ачашласа каларĕ:
— Акă вилетĕн, кинемей, эпĕ сан ятна нихçан та илтмен. Ĕлĕкхи саманара ытла йывăр пулнă хĕрарăмăн ĕмĕрĕ.
— Эпĕ... Анна... ятлă... — пăшăлтатрĕ хĕрарăм.
— Анна аппа, тен, сана больницăна илсе каймалла мар-и?
— Мана... самай пулас çук... Пил сана, пил... Микулай шăллăм... — Шăллăм сăмаха тутипе çеç каларĕ. Чăваш хĕрарăмĕн ĕмĕрĕ татăлчĕ. Анна пĕтĕм вăя хурса пурнăçа йĕркелесе, ĕçлесе пыни Муçукшăн ним шутра пулмарĕ. Анна чирлени виçĕ уйăх, виçĕ уйăх хушшинчех Муçук пурнăçĕ юхăнма пуçларĕ. Çынсем çинче питĕ йĕркеллĕ, сăпайлă курăнакан çын килте вара арăмĕшĕн чĕр тăшман пулнă. Чунне ыраттариччен тарăхтарма темле ирсĕр сăлтав та тупнă. Халĕ акă, Муçук купăс каласа ларнă чухне, Анна чунне ӳтрен канлĕн уйăрăлса кайма чăрмантарнă, ăшĕнче Анна калама çук татăлса йĕнĕ, анчах, ĕмĕрне пĕр сăмах каламанскер, вăл халĕ те çăварне уçмарĕ, ăшĕнче Муçука калама çук тарăхса ылханса выртрĕ. Николай Вавилов ăнсăртран пырса кĕрсен купăс çĕмĕрме чарăнни, Николайăн ăшă алли вилекен çыннăн аллине ачашласан, вилекен хĕрарăма канлĕх килчĕ. Хура-хар ĕмрине манса, вăл ачалăха пĕр самантлăх аса илчĕ. Пĕчĕк типĕ хăйă çунать, амăшĕ ăна аллинчен ачашласа ăшă кĕрĕкпе витсе çывăрма вырттарать, хăй йăл кулать... Хăйă вут куçĕ пек илемлĕ ун кулли... Сасартăк ăна çĕнĕ самана та çак вут куçĕ пек илĕртӳллĕн туйăнса каять.
«Пил сана...» тет вăл Николая; ăна, çĕнĕ самана пуçлăхне, пилленипе, вăл çĕнĕ саманана та пиллесшĕн иккен... Çĕнĕ самана, хĕрарăма ĕмĕрхи пусмăртан кăларакан самана... Анчах вăл «шăллăм» сăмаха та тутипе çеç калама ĕлкĕрчĕ...
— Чунсăр эсĕ, Моисей. Этем те мар эсĕ! — ерипен каларĕ Николай, Анна чунĕ тухнă чухне симĕс карттусне алăра тытса тăнипех, пĕр хускалмасăр.
— Çын вилет ĕнтĕ вăл... — пуçланăччĕ Муçук.
— Пăрах купăсна, тĕнче ухмахĕ! — хыттăн хушса каларĕ Николай.
Муçук чиркӳре чух е пĕччен чух хăйне питĕ паттăр шутлать, анчах власть пуçлăхне курсан, ун чĕркуççисем чĕтрерĕç, купăсĕ алăран урайне персе ӳкрĕ.
— Йĕркипе пытар. Пурăннă чух уншăн тăшман пултăн пулсан, виле умĕнче ан камитлен!
Николай вилнĕ хĕрарăмăн аллине тӳрлетсе хучĕ те пӳртрен тухса кайрĕ. Муçук кантăк патне чупса пычĕ. ВИК председателĕ сарă йĕнерлĕ шурă лаша çине çăмăллăн утланса Анаткаса чуптарса кайнине вăл курăнми пуличченех пăхса тăчĕ.
— Таçта та çитет. Таçта та йĕп пек шăтса тухать, шуйттан большевикĕ, — те хурласа, те ырласа пуçне сулкаласа мăкăртатрĕ чиркӳ старости Муçук.
23
Волисполком председателĕ Вавилов амăшĕ хĕлĕпе хăраса пурăнни кăçал ахалех пулчĕ-ха. Çуркунне, юр кайнă-кайман, çĕре валеçнĕ чух вулăсра халăх пĕр çын пек пулса тăчĕ, çĕре юн тăкмасăр валеçсе пĕтерчĕ; ыраш пулнă тĕле комбедсем организациленнĕ, чухăнтарах ĕçчен çынсенчен чăмăртаннăскер, комбед çирĕп шухăшлă пулчĕ. Пулса çитнĕ ыраша кулакĕсене выртармарĕç, халăхпа пĕрле вырчĕç те тĕммĕн шутласа валеçрĕç. Кулаксем питех те шăлĕсене хăйрарĕç, вулăсрисене тĕттĕм кĕтесре е ансăр сукмак çинче шаккама хатĕрленсе те пăхнăччĕ, анчах комбедсем иртĕхсе кайнă кулаксене унталла-кунталла пăрăнкалама ирĕке ямарĕç. Лăпкă пычĕç çу кунĕсем. Пурте çăкăрлă пулассине шаннипе çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлерĕç.
Халĕ пусăра хĕрсе çур тырри вырать халăх. Урпа вырса пĕтернĕ, тулăпа пăри выраççĕ, сĕлли те хăвалать, тулнă шереписене хăвăрт сарă сăн кĕрсе пырать.
Сасартăк çиçĕм пек хăрушă хыпар сарăлчĕ. Самар хулине шуррисем илнĕ, çарĕнче йăлтах чех халăхĕ, тет, вăйлă та паттăр çапăçса, çул çинчи ялсемпе хуласене çĕнтерсе, Хусан еннелле килеççĕ, тет. Куçпа курмасăр ĕненме хăнăхман çынсем ĕненмерĕç, ăна-кăна чухлама вĕрене пуçланă халăх ку сăмахсене совет влаçне хирĕç пыракан çынсем кăларнă пулĕ, терĕç. Пуянсем вара хăлхисене чанк! тăратрĕç, каллех хырăмсем урлă ылтăн вăчăрасем ячĕç, каçкӳлĕм е ир-ирех лашисене кӳлеççĕ те тепĕр яла, тепĕр пуян патне хыпар пĕлме вĕçтереççĕ.
Варлама та чун кĕчĕ, вăйĕ хушăнчĕ, вăл каллех сатин кĕпе тăхăнчĕ, пысăк ярапаллă пиçиххи çыхрĕ, пуçне кăррăн çĕклерĕ. Паян ирех вăл хăйĕн вăталăх ывăлне çак хыпар пирки тĕплĕрех пĕлме Корней Хрисанфович патне янă. Халĕ вăл кантăк патĕнчен каймасăр Люшша таврăнасса кĕтсе тăрать.
Кантăк умĕнчен юланут иртсе кайрĕ. Варлам, шывпа сапнă пек, пукан çинчен сиксе тăчĕ:
— Эк-кея, хам ывăла паллами пултăм! — терĕ вăл хăй ăшĕнче, ывăлĕ патне килкартине тухса.
— Мĕн хыпар, Люшша? — ыйтрĕ вăл ерипен, лаша çинчен йĕнерне хывса тăракан ывăлĕнчен.
— Туров нумай хыпар илсе килмелле, вăл Корней Хрисанфович патне кайрĕ, унта вĕсем пĕр çирĕммĕн те пуçтарăнчĕç пуль...
— Эсĕ мĕн туса çӳрерĕн? — куçĕсене вылятса ыйтрĕ ашшĕ.
— Эпĕ инçе çула тухма шут тытрăм, васкарăм.
— Ăçталла?
— Чĕмпĕрелле каяс терĕм...
— Мĕн шырама?
— Укçа хăваласа, пысăк укçа хăваласа!
— Вăрлама-им?
— Çук, вĕлерме.
— Кама?
— Ленин текенни Муравьев ятлă çынна вĕлерме хушнă терĕç, вĕлернĕшĕн вĕлерекене питĕ пысăк укçа пама пулчĕ тенине пĕлтĕм эпĕ.
— Кам вăл Муравьев? — ыйтрĕ Варлам.
— Шурă офицер пулнăскер, Хĕрлĕ Çар майлă çапăçнă, терĕç, вара каллех хĕрлисене хирĕç кайнă, тет, вара ăна...
Варлам сăмах каласа пĕтерме памарĕ, ун аллинчен йĕнере туртса илчĕ те Люшша ури айне пăрахрĕ. Минрек унки ывăлĕн янахне сулмаклăн пырса перĕнсе юн кăларчĕ.
— Мĕншĕн?
— Ухмахшăн! Нихçан та ăс кĕрес çук-мĕн сана! — ашшĕ çĕре сурчĕ.
Калама çук çилленчĕ Люшша, хăйĕн усал чунĕнче ашшĕне тавăрма картса хучĕ. Ашшĕ те питĕ çилленчĕ, пĕр-пĕр тимĕр япалапа тыттарса та ярĕччĕ-и, тен, ухмах ывăлне, Хăвалăхри пуян Тилли Куçми килсе кĕчĕ.
— Мĕн шăй-шай, Варлам Васильч? — ыйтрĕ Куçма Тилли, алкум хăми тăрăх сассăр утса.
— А, Куçма хăта... ăçтан эс капла? — алă пачĕ килнĕ çынна Варлам.
— Унта Люшша та пулчĕ... темшĕн лармарĕ... васкаса тухса кайрĕ. Варлам хăта, эс мĕншĕн пымарăн?
— Тем мăй ыратма пуçларĕ, пуç та ыратать.
— Мĕтрине ямаллаччĕ...
— Мĕтри килте çук.
— Эй-ай-ай! — пĕççисене шарт çапрĕ Куçма. — Çак чи кирлĕ вăхăтра Дмитрий Варламăч килте çук тата! Халĕ тĕнче кĕрлесе тăмалла, кашни хамăр çын ылтăн пек хаклă. Ăçта вара вăл?
— Пӳрте кĕрер, Куçма хăта.
Вĕсем иккĕшĕ пӳртелле кайрĕç. Варлам хăйĕн яка сăнлă аслă ывăлĕ Мĕтри килте çуккишĕн питĕ пăшăрханчĕ. Анчах ăçта кайнине калас темерĕ, ытлашши выçă эсĕ тесрен хăрарĕ.
Пуян çыннăн темпе те пуймалла çав: Варлам ывăлĕ Мĕтри шлепке тăхăнса Украинăна тухса кайнă, хăйпе пĕрле илнĕ кивĕрех чăматанне патша укçипе тултарнă, патша укçи Украинăра каять, унта керенкăна укçа вырăнне шутламаç; кунта, пирĕн чăвашра, керенкă каять-ха, патша укçипе япала памаççĕ. Халь акă укçаран та хаклă ĕç сиксе тухрĕ — шуррисене пулăшмалла, вырăнти коммунистсемпе совет учрежденисенче ĕçлекен çынсене пурне те вĕлерсе тухмалла — Мĕтри килте çук...
— Ăçта вара сан аслă ывăлу? — ыйтрĕ каллех Куçма, пӳрте кĕрсе турăшсене хисеп туса икĕ хут сăхсăхнă хыççăн.
— Мĕтри килте çук-ха, килмелле... — татăклăн каларĕ хуçи.
— Юрĕ. — Хăна хуçипе юнашар сак çине ларчĕ.
— Хатĕрленме вăхăт, Варлам Васильч... Çитет пире, ăслă та хисеплĕ çынсене, мунчара пурăнса. Сана та хăвăн кермен пек пӳртӳнтен хăваласа ячĕç. Калаçса татăлар, санра вăй.
— Вăйĕ манра, анчах вăрçă ĕçне ертсе пыма пĕлекен çын кирлĕ. Каллех ухмахла пулса ан тухтăр.
— Шăп хамăр тĕллĕн нимех те тăваймăпăр, хресченсене епле те пулин хамăр майлă çавăрмалла, хамăра пăхăнтармалла, ялсене коммунист ячĕпе хамăр çынна ямалла, Варлам Васильч?
— Епле майпа пăхăнтарас?
— Ялсене хамăр майлă çынсене коммунист туса ямалла. Халăхра револьверпе хăратса мĕнпур тырра патшалăха памалла тесе хыпар сарччăр.
— Ку аван. Вара?
— Вара, май килнĕ таран тыррине пуçтарса та илес.
— Коммунист пулса çӳреме пултаракан çынсене тупрăр-и?
— Вĕсем нумай кирлĕ мар. Чишмари Катмак Ярмушкине вулăсра палламаççĕ. Вăл пĕчĕкренпех Перĕмре пурăнать, халь çеç ăна унтан хӳтернĕ.
— Катмакăн Ярмушки тарса килнĕ пуль-çке? — тĕлĕнчĕ Варлам.
— Килнĕ. Ун магазинне тытса илнĕ, вăл хăй аран çăлăнтăм, тет. Халь арманта пулчĕ. Сăнĕпе те кунти çын пек мар, чĕлхи те çивĕч — пултарать.
— Ку аван. Кирлĕ япала. Питĕ кирлĕ, — савăнчĕ Варлам.
— Тата итле, Варлам хăта, эпир хамăр çеç вăрçă пуçлаймастпăр, эпир сахаллăн, вутлă çумăр çума пуçласан — татах пирĕн йыш катăлса пырĕ, çавăнпа пирĕн çар пухас пулать. Чухăнсене пухмалла, вĕсен аллисене кӳсек, сенĕк, пуртă тыттармалла. Хамăрăн хĕç-пăшал саппасне пуянсене çеç тыттармалла, чухăнсене тыттарма юрамасть — шанчăксăр, хамăра хирĕç тăма пултарĕç.
— Пăшал таврашне айванла кирлĕ-кирлĕ мар çынсене тыттармăп-ха.
— Варлам Васильч, пирĕн çар пухмалла. Кашнин пирĕн вуншар çын тупмалла. Сана та канашлура пулнă çынсенчен çапла задани: вунă çын пирĕн арми валли тăратмалла. Шухăшла, туп, ик-виçĕ кунран Çатрари Турова спискă памалла.
— Мĕнле спискă? — ăнланаймарĕ Варлам.
— Спискă, çара кĕме хатĕр тесе спискăра вунă çын алă пусни пултăр...
Варлам пĕр самант ним чĕнмесĕр шухăшласа ларчĕ.
— Мĕн шухăша кайрăн, хăта... парне, пирĕн çарта çапăçма хатĕр çынсене парне, Туров патĕнче пухатпăр, Туровра парне, санра пăшал, Варлам Васильч...
Тилли Куçми кайсан, Варлам шухăшласа нумай лармарĕ, Люшшана чĕнчĕ. Нумайччен вĕрентрĕ ывăлне ашшĕ. Вара, ыран ирех тăмалла тесе, пĕтĕм çемье çывăрма выртрĕ.
Ирхине ир-ирех сарă пурçăн тутăр çыхнă Малля пушмак тӳмелесе ларать. Пушмак çинче вун икшер çаврашка тимĕр тӳме. Вĕр-çĕнĕ пушмакăн йăллисем хытă, Малля авăнчăк пралукпа йăлă витĕр тӳме туртса кăларать, тӳмеленмен пирки питĕ тарăхать. Тата ватă, шăлсăр старик, инçетри хурăнташĕ, халĕ тарçă çук пирки Варлам патĕнче лаша пăхса пурăнаканскер, халĕ пасара кучер вырăнне каймалласкер, ирхи апат çисе ларать. Маттĕрне ăна пĕр чашăк ĕнерхи яшка юлашки антарса панă тата хытса кайнă çăкăр татăкĕсене пуçтарса ун умне хунă. Шăлсăр çын ниепле те йĕркеллĕ çиеймест, хытă татăксене вĕри яшкана ярать те вĕриллех çиес тесе чаплаттарса тутипе чăмлать. Пушмаккипе тарăхса çитнĕ Малля чăтса лараймарĕ, çилли тулса çитнипе хĕрелнĕ питне çĕклемесĕрех:
— Сысна пек чаплаттарса ан лар-ха! — терĕ.
— Шăл çук-çке, хĕрĕм, — терĕ, вара кăшт тăхтасан, ку çамрăк хĕр амăшĕ пекех хытнă кĕрĕк чунлă мар-и, ватă çынна, тен, хĕрхенме пĕлĕ тесе, çапла хушса каларĕ:
— Çемçереххине çиесчĕ те...
— Çемçи картара! — татса пăрахрĕ Малля, хăвăрт тăрса пӳлĕме кĕрсе кайрĕ. Ура çинче тӳмелесе пĕтереймен тӳмисем шăкăр-шăкăр турĕç, пушмак тĕпĕ хăлхана çурас пек чăкăр-чăкăр туса çухăрчĕ. Кун пек чăкăртатни аван-ха, пуян иккенне пĕлтерет. Пушмака тăхăнма ашшĕ каланă, пурçăн тутăра пасара çыхса кайма ашшĕ нихçан та чарман, ку аван-ха, Маллян тата капăр тумланса каяскилет, тен, вăл пасарта паян пуян каччă тĕл пулĕ?.. Тен, вăл пасара пырĕ... Маллян сукна хыспа пĕрле çутă калушне те питĕ тăхăнасчĕ, ун арчинче тăваттăмĕш çулшурă тутăрпа чĕркенĕ çутă калуш выртать, ăна вăл мĕн-пурĕ те пĕрех тăхăннă, пĕлтĕрхи ĕçкĕре, савăш курки ирттернĕ чух, анчах ашшĕ вăл калушпа пӳртрен тухса çĕр çине пусма хушман... Паян кун питĕ уяр, ашшĕн кăмăлĕ кăшт çемçерех пулсан, унран калуша тăхăнса кайма ирĕк ыйтма пулĕ...
Шăлсăр старик хăла лашине кӳлсе тăратнă тĕле Люшшапа пĕрле кайма килĕшнĕ пĕр пуян килсе çитрĕ. Вĕсем нумаях та калаçса лармарĕç, Люшшапа юлташĕ йăлтăркка сăмсаллă карттусĕсене алла тытрĕç.
— Çар пуçтарас ĕмĕтпе тĕл пулнă чухăнсемпе калаçма ан ӳркенĕр, чĕлхĕрсене çемçерех тытăр, вăйпа пулсан нимĕн те пулаймĕ, соклаçпа, ӳкĕтлесе хăвăр майлă çавăрăр. — Çак сăмахсемпе Варлам пасара каякансене ăсатса ячĕ.
Малля калуша тăхăнса кайма ашшĕнчен хăйса ирĕк ыйтаймарĕ, çавăнпа калуша пасара çитерехпе тăхăнма хĕве чиксе вăрласа тухрĕ.
Ырă-çке таса уйра! Кайăксем пĕлĕт пек ушкăна пухăнса вĕçеççĕ. Çӳлте-çӳлте пĕр кайăк хур карти иртсе кайрĕ.
— Эх, — тет Люшша, — манăн та çакăн чухлĕ халăх пухасчĕ!..
Пусă пушанса пырать, сайра хутра унта-кунта анчах вырман сĕлĕ анисем курăнкалаççĕ, вĕсене те паян-ыран пырса пĕтереççĕ ĕнтĕ: хĕрарăмсем пĕччен-иккĕн пуçĕсене çĕклемесĕр ывăç хыççăн ывăç касса кĕлте çыххи çине сураççĕ. Кунта пурте хĕрарăмсем-ха, кĕлте урапине те хĕрарăм тиет, кĕпе аркине хăпартса пуслăхне туртса çыхать. Люшшан чăтма çук çар пухас килет, ашшĕ умĕнче те, ытти пуянсем умĕнче те мухтава тухасчĕ ун. Чăнах, мĕншĕн пĕр арçын та курăнмасть-ши?
Пĕчĕк ката çумĕпе иртнĕ чух лапăпа пыракан ана çинче Люшша арçын курах кайрĕ. Кăвак улача кĕпеллĕскер, вăл çавапа хăмăл çулать. Люшшана чун кĕчĕ.
— Малля, эсĕ ерипен кай-ха, эпĕ çак çынпа калаçам, — терĕ Люшша, тăрантас çинчен анса.
— Мĕн чăрманмалла унпала, — терĕ кăмăлсăррăн юлташĕ.
— Ку çын пире кирлĕ пулма пултарать, пĕрле илсе кайăпăр.
Люшша шăлаварне силлекелерĕ те хăмăл тăрăх çаваллă çын патнелле утрĕ, ун хыççăн юлташĕ те пычĕ.
— Турă пулăштăр! — терĕ Люшша, çывхарсан.
— Тур пулăшмалăх ĕçĕ çук, — терĕ лешĕ, çулма чарăнса.
— Мĕскер эсĕ пустуй çавуна сулкалатăн, улăха тухрăм терĕн-им?
— Кăмака хутма аванах пулĕ, сивĕ пӳртре ларни мар.
— Ан лĕпĕртет ку ĕçпе, пирĕнпе пыр, айта!
— Эсир ăçталла? Вăрман касма-им?
— Касма, анчах вăрман касма мар, çынсене касма каятпăр. Совет влаçне пăсакан çынсене касăпăр.
— Камсем вĕсем, Совет влаçне пăсакансем?
— Комунсем.
— Епле апла? — тĕлĕнчĕ çын, — Комунсем вырăнне кам кирлĕ вара сире?
— Йĕркеллĕ çынсем кирлĕ, учредиловкă суйласа лартмалла.
Кăвак улача кĕпеллĕ çын Люшша çине пĕрре чăр! пăхса илчĕ, вара хăйĕн умĕнче никам та çук пек çаврăнчĕ, ăçталла, хăш еннелле çăрарах хăмăл пуррине пăхкалама пуçларĕ. Патĕнчех, шыв çурăкĕ хĕррипе çӳлĕ те çăра хăмăл патнелле шăхăркаласа, виç-тăват утăм турĕ.
— Эс ăçталла? Мĕншĕн нимĕн те чĕнместĕн! — кăшкăрчĕ Люшша.
Çын чарăнса тăчĕ, анчах сăмах чĕнмерĕ. Люшша ун умне пырса тăчĕ, чышкисене чăмăртама хатĕр пулчĕ, анчах ашшĕ калани аса килчĕ, чышкисемпе юнамарĕ, сасси, çеç хăрушă тухрĕ:
— Сана та учредиловкă суйласа лартни кирлĕ-çке!
— Пăхне кирлĕ! — татăклăн каласа хучĕ хресчен, сылтăм аллипе çилленсе сулчĕ те çава аврине ярса илсе сулмаклăн çулма пуçларĕ.
Люшша урине кастарасран хăраса айккинелле сикрĕ. Чĕрре кĕрес терĕ, каллех ашшĕ каласа яни аса килчĕ, ку итлемен çынна вĕлерсе пăрахас пулсан — Каюрапа Левук хăтланнă пек анчах пулса тухĕ тесе — лавсем патнелле утрĕ.
— Тепĕр тесен, пĕр çынпа çар тăваймăн, пĕр çынна ӳкĕтлесе тăрса çăвар пылакне сая яма кирлĕ мар.
Лавсем тапранчĕç.
— Мĕншĕн паян пасара каякан курăнмасть? — ыйтрĕ юлташĕ.
— Веç ав тăватă лав чуптараççĕ-çке, — аллипе тĕллерĕ Малля.
— Эк-кея, вĕсем пасаралла мар-ха, кунталла чуптараççĕ. Ха, пыраççĕ, хыçалтан такам хăваланă пекех.
— Пасарта пĕр-пĕр инкек пулман-ши? Чарса ыйтас.
— Ыйтас çеç мар, хамăр çара кĕртес!
Тăватă лав патнех çывхарчĕç. Кашни урапи çине виçшерĕн ларнă.
— Мĕншĕн пасаралла мар, ăçталла эсир? — ыйтрĕ Люшша.
— Вăрман касма! — хирĕç чĕнчĕç темиçен.
— Чимĕр-ха, ан васкăр, малта пыракан лаши умне сиксе пырса тăчĕ Люшша, икĕ аллине те сарчĕ. Лавсем чарăнчĕç.
— Итлĕр, мĕн калăп...
— Мĕн калăн-ши? Кала! — çухăрчĕç темиçен.
— Сире çĕр кирлĕ-и?
— Ĕнертенпе пире пурте çĕр парасшăн, пире çĕр кирлĕ мар.
— Епле çĕр кирлĕ мар? Сире тата мĕн кирлĕ?
— Пире çĕр кирлĕ мар, хĕле хирĕç пире вутă кирлĕ...
— Ача-пăчамсем хĕлле шăнса ларасран хăратпăр. Пире вутă кирлĕ. Но!..
— Ямастпăр эпир сире! — çухăрчĕ Люшша. — Айтăр манпа!
— Вăрмана кайса килер-ха!
Лавсем айккинелле пăрăнчĕç те анапа çавраçил пек хытă кайрĕç.
— Хăвалăх лăстанкисем, — мăкăртатрĕ Люшша. — Çитер-ха пасарнех, çул çинче урăх калаçмăпăр...
Пасара çитрĕç. Пасарта тавар та сахал, çын та сахал.
Малля алхапăл пушмакки çинчен калуш тăхăнчĕ, туприне тӳрлетсе çыхрĕ те хĕр ĕретнелле мăнкăмăллăн утрĕ. Урари пушмакĕсем калуш витĕр хăйсен чăкăрти сассине хытă кăлараççĕ. Малля аллисене сулса утнă май урисем чăкăрт та чăкăрт тăваççĕ. Йĕлмекасри пуян Варлам хĕрĕ утать! Ватăраххисем ун çулĕ çинчен пăрăнаççĕ, хыçалтан айккăн пăхса тăраççĕ, çамрăк хĕрарăмсемпе хĕрсем тутăр вĕçĕпе тутисене хупласа вăтанса куç хĕррипе пăхса илеççĕ, çамрăк арçынсемпе пур пек яшăсем каппайланса тӳррĕн тăма тăрăшаççĕ, анчах пĕри те Малляна сăмах чĕнмерĕç.
Кичем капла Малляна. Сайра, витĕр курăнакан пасарта, Малля пурне те курать, вăл каçăрăлса пăхма та вăтанмасть, вăл тутăр вĕçĕпе тутине хупласа тăмĕ. Унта та кунта пасар пĕчĕк-пĕчĕк ушкăна вакланчĕ, ушкăнсенче Люшша пеккисем кирлĕ сăмах каласа ăнлантараççĕ, çара кĕме чĕнеççĕ... Мĕн пулĕ-ши? Кĕрхи кун вăрăм мар, пасар часах саланма пуçлать, ах, Малля кăмăлне тулма пасар пĕтиччен уяр тăтăрччĕ. Çук, кĕрхи çанталăк ултавлă: хĕвел пытанчĕ, кĕтмен çĕртен çумăр пĕрĕхме тытăнчĕ. Кунĕпе никампа пĕр сăмах чĕнмесĕр мăнкăмăллăн уткаласа çӳренĕ Малля пăлханма пуçларĕ. Ун-кун пăхкаларĕ. Лаши патне чупма тăчĕ — çумăр чĕресрен янă пек ячĕ. Малля пĕкĕнчĕ, урари калушне хыврĕ, пуçран пурçăн тутрине сӳсе илсе калушне чĕркерĕ. Пуçĕнчи пĕчĕк шурă тутрине тӳрлеткелесе тăрантас патнелле чупрĕ.
Çумăр вăрăма каяс пек пулчĕ, çавăнпа Малляпа Люшша хăвăртрах киле çитсе ӳкме шухăшларĕç. Хăла лаша вырăнтанах çил пек тапранчĕ, йĕпенсе ирĕлме ĕлкĕреймен çул çинче ун таканлă урисем тăваттăлла авăн çапнă пек çаптарса пыраççĕ.
Малляна пасар пĕрре те савăнăçлă пулмарĕ, çавăнпа вăл тутине шăт тытнă, Люшша ăна чĕнсен те хирĕç чĕнмерĕ. Люшши вара питĕ савăннă. Нумай çынпа калаçса татăлнă вăл, пурте ун çарне пыма сăмах пачĕç, алă пусса паракан анчах пулмарĕ. Çумăра печĕç, пурте ырана хăварчĕç.
Тĕнче тĕксĕмленчĕ, вĕтĕ те йăвă çумăр тĕнчене тĕтре пек карса илчĕ, вăрман та, сăрт та курăнмасть, лаша умĕнче шӳме пуçланă çул çеç инçетренех йăлтăртатни курăнать.
24
Шуррисем Хусана илнĕ. Чăваш ялĕсенче икĕ мобилизаци пырать: пĕрне волисполком ирттерет — Хĕрлĕ Çара, тепри пырать вăрттăн: кулаксем Совет влаçне хирĕç шурă армине пулăшма хăйсен ушкăнне мобилизацилеççĕ.
Катмак Ярмошки ялсенче пуху ирттерет. Шупашкартан килнĕ большевик текен хутне кăтартать, халăха револьвер кăларса юнать, хăш ялсенче персе яни те пулнă, теççĕ. Револьверĕпе юнаса мĕнпур тырра патшалăха пуçтарса памалла тесе хушать. Ăна-кăна чухласа илеймен халăх çанă тавăрса большевиксене юнама пуçларĕ. Пĕтĕмпех кулаксем шутласа хунă пек пулчĕ. Епле мĕн тумаллине вĕсем пĕрле канаш туса пынă, паян кăнтăрла Çатра ялĕнче Туров патĕнче каллех пухăнмалла.
Варлам ыттисенчен маларах çитрĕ. Туров, качака сухаллă, шурă çӳçлĕ старик, тилĕ евĕр шевĕр сăмсине мала каçăртса сиксе тухрĕ, Варламăн шурă лашине килкартине çавăтса кĕчĕ.
— Чи ырă хăна ыттисенчен маларах килет. Килех, Варлам Васильч. Сывлăхусем епле?
— Ĕçсем каплах ăнса пырсан, сывлăхăм пулĕ, — терĕ хăни.
— Пӳрте кĕрĕр.
— Пуçтарăнчĕç-и-ха?
— Халех килеççĕ. Пӳрте кĕрсе ларар.
Питĕ нумай калаçса ларнă пулмалла хуçипе хăни, илсе пыракан сăмах-халапĕ те çăмăлах мар-тăр, çавăнпа хăни чавсипе кантăк янаххи çине таянса тарăн шухăша путрĕ, куçне пĕр сиктермесĕр кантăкран курăнакан хĕрлĕ çыран çине тĕллерĕ.
Сасартăк пĕр çурти çăтăр-çăтăр туса пысăк вут çăмхи кăларчĕ те сӳнсе ларчĕ, хăна шарт сикрĕ.
— Мĕншĕн ытла шартах сикрĕн, Варлам Васильч, çурта çунса пĕтнĕ, — терĕ хуçи, çунса пĕтнĕ çурта вырăнне çĕнĕ çурта лартса.
— Манăн килте çурта çунсах тăмасть, вĕренмен, — терĕ Варлам, хăйĕн тĕшмĕшлĕ чунĕнче сӳлесе тăракан туйăм çĕкленнине сиссе.
— Çитрĕç, эпĕ тухса хапха уçам, — терĕ Туров, пӳртрен хăвăрт тухса кайрĕ.
— Ырра пĕлтертĕр ку çурта, — Варлам турăшсем çине пăхса виçĕ хут сăхсăхрĕ. — Эпĕ мухтавлă пуян пулнă, çак килекен пуянсем хушшинче халĕ те мана мухтавлă ту, çӳлти аттемĕр...
Пĕрин хыççăн тепри кирлĕ çынсем пуçтарăнчĕç. Хуçи кантăксене тачка хура тутăрпа карчĕ, алăкне питĕрчĕ. Пӳрт ăшчиккине турăшсем умĕнче çунакан виçĕ çурта йăвашшăн çутатса тăраççĕ. Сĕтел тавра çума-çумăн саккăрăн ларчĕç...
Хăрушă калаçу пулса иртрĕ ку пӳртре. Киревсĕр ĕçсенчен пĕри — ВИК председателĕ Вавилов пурнăçне хак хуни пулчĕ.
— Вăрттăн-шарттăн вĕлерме Вавилова çăмăл, анчах вăл пирĕн ĕç пек пулса ан тăтăр, халăх вĕлернĕ пек тумалла, — терĕ Чишмаран килнĕ пуян.
— Хамăрăн юрамасть, — терĕç темиçен.
— Çавах та хăрушă япала, — ерипен каларĕ пĕри.
— Мĕн хăрушă? — тапăнчĕç ăна пурте.
— Ним хăрушлăхĕ те çук, хаклă çыннăмсем. Эпир çĕнтеретпĕр, мĕншĕн тесен эпир пĕччен мар. Акă, — терĕ Тили Куçми, кĕсйинчен пĕр хут кăларса. — Эпĕ Хусана кайса килтĕм, коменданта заявлени патăм, Акă, вуласа парам сире, эсир вырăсла пурте ăнланатăр, — терĕ вăл, вара вулама пуçларĕ: «1918 года августа 19 дня крестьянина Казанской губернии № уезда, № волости, деревни Тальниково Лисина Кузьмы Кузьмича.
Коменданту города Казани.
Имею честь покорнейше просить господина коменданта города Казани о выдаче мне разрешения на право ношения огнестрельного оружия, так как в таковом я нуждаюсь ввиду самоохраны, так как я веду агитацию супротив большевизма и имею сельское хуторское хозяйство, водяную мельницу и имел пахотной земли по 80 десятин в клину.
К сему подписуюсь: Лисин».
Сĕтел çине чавсаланса хут çине çырнине кашниех хăй куçĕпе хăй курасшăн хыпăнса ӳкрĕç.
— Вара? Вара? — ыйтрĕç темиçен.
— Вара акă резолюци, — вĕсен умне заявление хучĕ Тили Куçми. Çирĕп, шултран заявление урлă çырнă сăмахсене пурте вуласа илчĕç: «Выдать. Подполковник Кондратьев».
— Акă! — Тилли Куçми пиншак кĕсйинчен йăлтăртатса тăракан хуп-хура револьвер кăларчĕ, пурне те тĕлĕнтерсе яма сĕтел çине хучĕ.
— Револьверне ăçтан тупрăн? — ыйтрĕ Упамсарăн аслă ывăлĕ.
Револьвер патне, ăна асамлă япала вырăнне хурса, кулаксен аллисем туртăнчĕç, пурте тытса пăхрĕç, кашни револьверăн яка айккисене алăпа ачашласа сăтăрса илчĕç.
— Каяр, тăванăмсем, шуррисене пулăшма, — терĕ Козлов сутуçă, ик аллине çӳлелле çĕклесе. — Каятпăр Хусана, комунсене вĕлерме пулăшатпăр!
— Тăвансем, — питĕ тăсса, питĕ ăслă çын пек каларĕ Туров, — эпир Атăл урлă каçмăпăр, Атăл леш енче пирĕн пек çынсем хăйсем пур, эпир шуррисене Атăлăн ку енне каçнине кĕтĕпĕр, вĕсене хамăр умран Мускав патнелле кайма пулăшăпăр. Пирĕн ĕç вăл — хамăр патăрти большевиксене пĕтересси. Пирĕн хĕç-пăшал пур, Варлам Василчĕ ăслă çын, винтовка пухса хатĕрленĕ...
Тилли Куçми Варлам çине чалăшшăн пăхса илчĕ.
«Кулать манран Тилли, — шухăшларĕ Варлам, хăй шухăшĕнчен хăй тĕлĕнчĕ: — Патшана ларма ĕмĕтленнĕ... веç ав, Тилли елле ăслă, патшалăха ертсе пымалăх ăсĕ пур: Хусан коменданчĕнчен револьвер илме пултарнă... Эпĕ хам тырра парса илнĕ кашни винтовкине... Ялти тăмсай», — шухăшларĕ вăл хăй çинчен.
— Хаклă хăнасем, чылай лартăмăр, халĕ апатланар-ха, — терĕ кил хуçи.
— Ан васка-ха, хăта, апатупа, эпир ырана мĕн тумаллине калаçса татăлаймарăмăр-çке, ырана...
Упамсар ывăлĕ каласа пĕтереймерĕ: темскер кĕмсĕртетсе пӳрчĕ-кăмаки-мĕнĕпе чĕтретсе илчĕ.
— Пĕр кантăкне уçса пăхас!
Туров пĕр кантăк çинчен хура чаршав карнине катĕртейчĕ — лăпкă сывлăша чĕтретсе инçех те мар çӳлелле вут капанĕ сикрĕ.
— Тур çырлах, тур ан пăрах! — Хуçи ӳкнĕ пек хăвăрт чĕркуçленчĕ, сăхсăхма пуçларĕ.
— Кунтах, Тĕрлемес станци патĕнче, — шăппăн каларĕ Варлам, сиксе тухас пек икĕ аллипе кантăк янаххи çине тĕрĕнсе тăрса.
Хуçи ура çине тăрса кантăк патне пырса пăхасшăн пулчĕ, хăрах урипе çĕклерĕ — пĕтĕм пӳрте чĕтретсе, кантăксене чăнкăртаттарса каллех тепĕр вут капанĕ сикрĕ.
— Хоспоти! Мĕн-ши ку? — каллех сăхха печĕ хуçи.
— Мĕнле япала ку? Бомба та мар, тупă та мар ку? — тĕркĕшсе кайрĕç пӳртре.
Пĕрин хыççăн тепри вĕçрен вун виçĕ взрыв пĕтĕм тавралăха кисретрĕ, çак вун виçĕ взрыв пуянсен чунĕсене çĕклентерчĕ.
— Пире ĕнтĕ çар кирлĕ. Сан, Мирун, паттăр çапăçакансене тав туса пама парнелĕх япала çителĕклĕ пухăннă-и?
— Çитет, хаклă юлташсем, çителĕклĕ... Табакĕ, сахăрĕ, чейĕ, çитсу пур, сукни...
Варламăн та мухтанасси килчĕ:
— Манра хĕç-пăшал, — терĕ вăл мăнкăмăллăн.
Васкама пуçларĕç пуянсем. Нумай калаçса ларма çук ĕнтĕ. Пуçланчĕ. Алă пуснă çынсемпе ыран вулăса каймалла. Кĕçĕр ăçта май килет, çав ялта пуху ирттермелле, çар валли тата халăх пуçтармалла тесе йышăнчĕç.
Пуху епле ирттермеллине калаçса татăлчĕç тата хут çырчĕç. Ку хута пурте çырса илчĕç те саланчĕç. Апат çиме лармарĕç, курка сăра та сыпмарĕç.
Ĕç питĕ васкавлă.
Тĕрлемес станцинче мĕн пулса иртнине пĕлме Варлам пĕр паллакан çын патне çула май кĕрсе пĕлчĕ. Кĕтмен çĕртен шуррисен отрячĕ Тĕрлемес патне килсе тухнă, хĕрлисене пулăшма каякан бăмбăсемпе снарядсем тиенĕ состава сывлăша сиктернĕ. Чукун çула пăсса хăварнă, хăйсем вăрçă хатĕрĕсене хăварса пач çухалнă.
Савăнăç, инкек пекех, пĕччен çӳремест. Варлама килте тепĕр савăнăç кĕтнĕ: Мĕтри таврăннă. Пуйса таврăннă.
Варлам чунне уçса Мĕтрие пуянсен пухăвĕ пулни çинчен каласа кăтартрĕ.
— Телей! — ик аллине шарт çапрĕ ывăлĕ.
— Ваçкапа Уçкăна срочнă вулăса чĕнчĕç. Иккĕшĕ те ялтан тухса кайрĕç. Сельсовет членĕ Антун çеç. Халăх пуçтарас.
Антун хушнипе çур сехетрен Исай пичче: — Эй! Хурал пӳртне халăх çине! — тесе туйипе шаккаса ялĕпе çаврăнчĕ.
Ку яхăнта халăх кунне икшер те пухăннă, çавăнпа халĕ халăх çине хăвалани никама та тĕлĕнтермерĕ.
— Ытла та вăхăт çук-çке, пусăран сĕлĕ суратне илсе килейместĕп, е лава чупмалла, е чукун çул юсама каймалла... Паян мĕн пирки-ши? — ыйтрĕ Исай пиччерен ватă хресчен, урапа сĕрсе тăраканскер.
— Совет влаçĕ пирки, терĕç.
— Ара, пирĕн председатель вулăса кайрĕ-çке, совет влаçĕ пирки кам калаçтăр?
— Ял Совет членĕ Антун пухать халăха, çавă калать пулĕ.
— Антун мĕн калама пĕлтĕр вăл, — ĕненмерĕ пĕр старик.
— Ăна-кăна пĕлейместĕп, анчах пыманнисене-черетсĕр икшер лава ямалла, терĕ. Халăх çине пыр вара.
— Юрĕ-çке, пырăпăр, — килĕшрĕ ватă çын.
Хурал пӳрчĕ часах тулма пуçларĕ. Сĕтел хушшине Антунпа Варлам ывăлĕ Мĕтри кĕрсе ларчĕç. Мĕтри ун-кун пăхкаларĕ, Антуна тем пăшăлтатса каларĕ. Антун ура çине тăчĕ те хăйăлти сассипе калаçма пуçларĕ:
— Халăх, алăка питĕрĕр!
— Епле питĕрмелле, кĕрес текенсем те пулĕç, тухас текен те пулĕ.
— Питĕрĕр. Пӳрте те ан кĕччĕр, пӳртрен те ан тухчăр, — терĕ Антун.
Мĕн тумалла? Асли хушать. Алăка сăлăп хыврĕç.
— Питĕртĕмĕр, пуçлас! — терĕç алăк патĕнчисем.
— Халăх, — терĕ каллех Антун. — Ман сас начар, эпĕ калаймастăп. Ия, калас пеккине Митрий Варламăча калама сăмах парас терĕм. Эсир хирĕç мар-и?
— Калас текен çынна итлес!
— Итлес, калатăр!
— Митрий Варламăч, халăх ирĕкĕпе сана сăмах паратăп. — Ĕнертенпе вĕренсе ăсĕнче çирĕплетнĕ сăмахсене каласа пĕтерсен Антун ларчĕ.
Хура сукна пиншаклă Мĕтри питĕ ăслă çын пек халăх çине чăр! пăхса илчĕ, хулăн çӳçне пĕчĕк йĕс турапа тураса якатрĕ, аллипе хут тытрĕ те сăмахне калама пуçларĕ.
— Вот, ял-йышсем, эпир халĕ çĕнĕ самана тапхăрĕнче пурăнатпăр. Мĕнле самана? Совет влаçĕ самани. Мĕнле влаç вăл? Совет влаçĕ — чăн-чăн халăх влаçĕ, ăна пирĕн пулăшас пулать, упрас пулать. Вăл халăхшăн питĕ аван влаç, анчах Советсене халăхшăн кирлĕ мар çынсем кĕрсе тулнă та влаçа пăсса пыраççĕ. Пирĕн Совет влаçне пăсса пыракан çынсенчен тасатмалла. Камсем вĕсем, Совет влаçне пăсса пыракансем? Вĕсем коммунистсем. Пирĕн çав коммунистсене çĕмĕрмелле. Коммунистсем пире выçă хăвараççĕ. Тырăсене акма тесе ампара пуçтарчĕç — çав тырра вĕсем сире каялла параççĕ тесе шутлатăр-и? Памаççĕ! Ăна вĕсем нимĕçелле ăсатаççĕ, тырри ампарта çĕрме пуçланă, кушаккайăк та касать е тата пушар тухсан? Тырра Совет влаçĕ пуçтарттарман, коммунистсем пуçтарттарнă. Эсир пĕлетĕр, Хусана шуррисем илнĕ. Вăл çар коммунистсене аркатса пырать. Ялсенче пирĕн ăна пулăшас пулать.
— Долой комунсене! — çухăрса ячĕ алăк патĕнче тăракан вăрăм Муçук.
— Чим-ха эс, çынна йĕркеллĕ каласа пĕтерме пар! — терĕç ăна темиçен.
— Ан çĕмĕрлĕр-ха! — чарчĕ вĕсене Антун. Халăх шăплансан, Мĕтри халăха хут кăтартрĕ.
— Пăхăр, эпир çыру илтĕмĕр. Итлĕр:
«Эй, савнă тусăмсем, сире Вăтапуç ялĕнче Совет влаçне çирĕплетни çинчен пĕлтеретпĕр. Эпир халĕ турă ирĕкĕпе хамăр ялта коммунистсене вĕлерсе пĕтертĕмĕр, сирĕн те хăвăр ялта коммунистсене персе вĕлермелле. Тата турă ирĕкĕпех сирĕн ял çыннисене ыран ирхине вулăс çине тапăнма хушатăп, унта пынă туссене пулăшăр. Çак çырăва вуласан, пĕр минут та ирттермесĕр кӳршĕри яла ăсатăр».
Хурал пӳртĕнче шăп пулчĕ. Никам та ним чĕнме пĕлеймерĕ. Мĕтри кăшт тăхтарĕ те хĕрӳллĕн калаçма пуçларĕ.
— Мĕнле? Ял-ялĕнче коммунистсене вĕлернĕ, вăл пирĕн чăваш хушшинче анчах мар, Тамбов кĕпĕрнинче кăçалхи çул утă çулнă вăхăтрах коммунистсене хирĕç вăрçă пуçланă халăх. Отрет-отретпе ялсем тăрăх çӳреççĕ. Ĕпхӳ хулинче те коммунистсене вĕлернĕ. А эпĕ халĕ Украинăра пултăм — унта та коммунистсене вĕлерсе пĕтернĕ. Ытти çĕрте те çавах. Пирĕн чи малтан çак çырăва Çăкалăха леçмелле. Кама ярас?
Çын суйласа уйăрсан, ăна Мĕтри васкама каларĕ.
— Ну, — терĕ вăл, Çăкалăха каякан çын хурал пӳртĕнчен тухса кайнă хыççăн алăка каллех сăлăп ярсан. — Кайăпăр-и?
— Ăçта? — ыйтрĕ пĕр хăюсăр сасă кăмака хыçĕнчен.
— Вулăса, — унти коммунистсене çапса çĕмĕрме, — терĕ Мĕтри.
Халăх каллех шарламасть, шыв сыпнă пек тăрать. Унта камăн каймалла вара? — аран-аран тупăнчĕ сас пама тепĕр çын.
— Пурин те каймалла! — татăклăн ăнлантарчĕ Мĕтри. Пӳртре каллех шăп. Пурте харпăр хăй ăсĕнче шутлаççĕ.
— Эпĕ калам-ха! — терĕ Муçук.
— Кала! — сăмах пачĕ ăна Антун.
— Каяс пулсан, — тăсарах пуçларĕ Муçук. — Хатĕрленсе каймалла. Пăшал пуррисем пăшал илмелле, çуккисем — пуртă та сенĕк те илсен юрать. Вулăса кĕрес умĕн хамăрăн врассыпную выртмалла, пĕрерĕшне пĕлме яла ямалла, унта, тен, отряд пулма пултарать. Ман сăмахăм пĕтрĕ халлĕхе.
— Каяс тесе тухса калакансем пулчĕç, халĕ ĕнтĕ каякансен списокне тăвас.
Ку сăмахсем вара авăра чул путнă пек пулчĕ: Мĕтрине хирĕç чĕнекен пачах пулмарĕ. Хурал пӳртĕнче çын та çук тейĕн. Тăрсан-тăрсан Мĕтри кашнинчен ыйтса çыртарас терĕ. Сĕтел çумĕнчех ларакан пĕчĕк старик çине шăтарас пек пăхрĕ те:
— Ман сăмаха ăнлантăн-и, каятăн-и, Миккуль? — терĕ.
— Эс калани тĕрĕс те-ха, Митри Варламăч, эпĕ каяймастăп çав, ман çурăм ыратать.
— Эсĕ тата, Трапвин? — пĕр уксах çын çине янаххипе тĕллерĕ Мĕтри.
— Кайма пултараймастăп, манăн арăм чирлĕ выртать, ачи-пăчине хамăн пăхмалла.
Мĕтри хăй ăшĕнче çилленчĕ, çынсене ятпа чĕнмесĕрех, пӳрнипе тĕллесе ыйтма пуçларĕ:
— Эсĕ?
— Эпĕ те пултараймастăп: манăн вăрмана каймалла, ача-пăчасем сивĕ пӳртре лараççĕ.
— Эсĕ?
— Каясси кайăпăр та-ха, мĕн тума пултарăпăр эпир унта? Вĕсем пулеметпа пулĕç, эпир тимĕр сенĕкпе...
Хурал пӳрчĕ ку сăмахсене илтсен вăрансах кайрĕ. Шăппăн лараканскерсем пурте харăс калаçма пуçларĕç:
— Ним пĕлмесĕр мĕн тума каймалла унта?
— Хамăр пĕр комуние те вĕлереймĕпĕр, хамăра шаккаса пĕтерĕç.
— Пĕлмесĕр кайма хăрушă çав...
— Чăнах та, тем тумалла унта?
— Чарăнăр-ха! — терĕ Мĕтри. — Унта эсир çынсем мĕн тунине куратăр. Çынсем мен тăваççĕ, эсир те çавнах тумалла.
— Çын хыççăн шыва сикме хушман ваттисем!
— Юрамасть апла, çын хыççăн кайма...
— Тĕнчере тĕрлĕрен çын пур, тахшин хыççăн каймалла.
— Çавă çав...
— Каймалла пулсан каймаллах. Ялĕпе каяс пулать! — çухăрчĕ Антун. Ăна хирĕç лапка сухаллă çын çĕкленчĕ.
— Атьсемĕр, шухăшласа пăхас пулать, тĕплĕрех шухăшлас пулать. Антун ялĕпе каймалла, терĕ. Тен, унта çапăçу та пулĕ, ялĕпех çынсене пĕтерсе хурас мар, каяс текенсем кайччăр, чармăпăр.
— Эсир волкомтруд мĕн иккенне аван пĕлетĕр, — терĕ Мĕтри, ял халăхне суйма мел тупса. — Гужповинноçшучĕпе кайăпăр. Юрĕ, ялĕпех ямăпăр, çур ял кайтăр, çурри юлтăр. Вулăса ыран каякансен вунă хут лава кайса килнĕ пек шутланса тăрĕ, вулăса пыманнисем тата чукун çул çинче черет шăписĕр вун пилĕк кун ĕçлемелле. Кам вулăса кайма çырăнать? Ну?
Хурал пӳртĕнче шăп.
Тăрсан-тăрсан, пĕри лачакана пуснă пек:
— Шăпа ярас! — терĕ.
— Мĕн шăпи? — кĕрлерĕç темиçен.
— Шăпа... кама чукун çул патне ĕçлеме, кама комунсене вĕлерме. Кама мĕн тухать.
Халăх кĕрлесе кайрĕ.
Тавлашан-тавлашсан, Мĕтрипе Антун питĕ тăрăшнипе, çырăнманнисене чукун çул çине черетсĕр вун пилĕк куна ĕçлеме яратпăр тесе хăратрĕç.
— Итлĕр-ха! — сассине хăпартрĕ Мĕтри. — Эпĕ сире калас теменччĕ... Каласах пулать ĕнтĕ: халĕ влаç пирĕн. Кама çĕр парас тенĕ — çавна паратпăр. Пирĕн çара хутшăнман çынсенчен çĕре туртса илетпĕр, 50 пин контрибуци хуратпăр! — Мĕтри каласа пĕтерчĕ те, «сирĕнпе пуплеме питĕ кирлĕ пуль мана» тенĕ пек, тутине пăркаларĕ.
Тепĕр хут кĕрлесе кайрĕ халăх. Калаçсан-калаçсан, хĕрĕх икĕ çын вулăса коммунистсене вĕлерме пыратпăр тесе алă пусрĕç.
25
Вулăса коммунистсене вĕлерме кайма алă пуснисенчен тепĕр кун ирхине çурри çеç пуçтарăннă. Хăшĕ çĕр хута ялтан тухса тарнă, хăшĕ чукун çул çине лав шучĕпе ĕçлеме кайнă, тепри чире пенĕ.
Йĕлмекассинчен вулăса каякан çул çинче вăтăра яхăн лав пырать. Вĕлерме каякансем тимĕр сенĕксем, пуртăсем илнĕ, чĕрĕ юлас пулсан хырăм выçса касăлĕ тесе, хутаçпа çимелли чикнĕ. Хура ĕçе кайни кашнишĕн паллă, çавăнпа вĕсем хушшинче сăмах та çук, юрă та илтĕнмест. Пурте кĕрхи тĕнчене пăхса шухăша путнă. Кăçалхи çул кĕр пуян килмерĕ, çурпилĕкре аран-аран виçшер çĕмел ларкаланă, икшер çĕмел ларни ытларах.
Кураксем ăшă енне ирех кайрĕç, халĕ питĕ çӳлте, кăвак тӳпере, ку çĕршывпа сывпуллашса, тăрна карти вĕçсе иртсе кайрĕ. Тăрнасен юрри питĕ хурлăхлă. Корней Хрисанфович арманĕ тавра кашласа ларакан вăрман тĕрлĕ тĕслĕ тум тăхăннă: вĕрене ларать хĕп-хĕрлĕ, вут хыпнă пек, шурă хурăнсем симĕс калпак вырăнне сарă тăхăннă, симĕс юман та урăхла тум тăхăннă — хура кĕрен. Пусă шап-шурă. Тырра вырса пĕтерсен, кĕтӳ иртсе кайса юлашки курăксене пуçтарса çинĕ. Тăлăха юлнă çĕмел ларкаланă, икшер çĕмел ларни ытларах.
Пырсан-пырсан, вулăс ялĕ курăнчĕ.
— Мĕскер вăл ял тавра хурал пек, çынсем тем? — ыйтрĕ Люшша, ял еннелле кăтартса.
Вулăс ялĕ йĕри-тавра çын. Пурте е ларнă, е выртнă: команда кĕтеççĕ. Вулăс ялĕнче ним пулман пек лăпкă.
Йĕлмекассисем çитсе чарăнчĕç, лавсем çинчен анчĕç, ушкăн-ушкăн ларнă çынсем патнелле утрĕç, ытти çынсем пекех, пурттисемпе сенĕкĕсене хăйсенчен хăвармарĕç.
— Çынсем мĕн тăваççĕ — çавна тăвăр, каларăм вĕт сире. Ним хăрушши те çук, — терĕ юнашар утакан сенĕклĕ çынсене Мĕтри.
Сасартăк пушар чанĕ янраса кайрĕ. Унтан-кунтан, йĕри-тавра, çынсем çĕкленчĕç, волисполком çуртне хура пĕлĕт пек хупăрласа илме пуçларĕç.
Волисполком председателĕ кабинетне чупнипе сывлайми пулнă волисполком секретарĕ, вун тăхăр çулхи Сергей Малайкин комсомолец, чупса кĕчĕ.
— Юлташ Вавилов, волисполкома пур енчен те хупăрласа илеççĕ, ырă ĕç мар пулмалла! — терĕ вăл.
— Камсем? — ыйтрĕ Вавилов, çырнă çĕртен пуçне çĕклесе. Малайкин каласа яма ĕлкĕреймерĕ, кабинета Изотовпа Улангин чупса кĕчĕç.
— Юлташ Вавилов, тыт револьвер, ме! Кантăк витĕр... унта сана Шерхулла кĕтсе тăрать, ун лашипе тар! — терĕ васкавлăн Изотов.
— Ăçта? — ыйтрĕ Николай.
— Кирек ăçта, инçерех, Çăкалăх çулĕ уçă, — терĕ Улангин.
— Эпĕ тарăп, эсир ăçта? — ура çине сиксе тăчĕ Вавилов.
— Эпир те таратпăр! — терĕ Улангин.
— Пире тарма юрамасть! — питĕ çирĕппĕн, ним васкамасăр каларĕ Вавилов, волисполком патнелле çар пек чупакан çынсене кантăкран курсан. — Эпир коммунистсем, эпир халăха тĕрĕс çул кăтартса паракан çынсем. Пирĕн халăхран хăрамалла мар. Эсир хăвăр вырăнта пулăр, эпĕ халăх умне тухатăп, халăха кĕтсе илетĕп. Револьвер кирлĕ пулĕ. — Вавилов сăран пиншакне тăхăнчĕ, çӳçне аллипе якатрĕ, вара револьверне илсе кĕсйине чикрĕ, аллисене ирĕккĕн сулкаласа кабинетĕнчен тухса зал урлă сцена патнелле утрĕ.
Сцена çине хăпарса тăма ĕлкĕреймерĕ вăл — стенана хыттăн перĕнсе сасартăк уçăлнă алăкран сенĕклĕ, пуртăллă çынсем чупса кĕме пуçларĕç. Кĕреççĕ-кĕреççĕ — вĕçĕ-хĕрри те çук. Ăçтан унта вĕçĕ пултăр! Урам мĕн курăннă таран çынсем çар пек чупса килеççĕ. Николай сцена çине хăпармалли пусма патне утса çитнĕ çĕре зал тулса çитме пуçларĕ.
— Эсир-и-ха вăл, пирĕн тырра нимĕçе ăсатаканнисем! — çухăрчĕ çĕтĕк сăхманлă çын, сенĕкне мала тытса Нииколай çине вирхĕнсе.
Николай пусмасăрах сцена çине сиксе хăпарма ĕлкĕрчĕ те сенĕклĕ çын патнелле çаврăнса тăчĕ:
— Мучи, миçе пăт тырă хутăн вара эсĕ мăкаçей кĕлетне? — ыйтрĕ вăл, хресчене тӳрех куçĕнчен пăхса. Хресчен хăй çине тӳрех пăхакан çынна сенĕкпе чикме иккĕленчĕ, пĕр самант вырăнтан хускалмасăр хытса тăчĕ.
— Мĕскер çăвар уçма паратăр çав комуниса! Малтисем, чиксе вĕлерĕр! — çухăрчĕç алăк патĕнчен темиçе сасă. Мала пырса тăнă çынсем сцена çине сиксе хăпарма тăчĕç, пĕри тимĕр сенĕк çине тĕрĕнсе сиксе хăпарчĕ.
— Вĕлереп сана... — тесе ВИК председательне хырăмĕнчен сенĕкпе чиксе витĕр кăларма вирхĕнчĕ. Тепĕр икĕ утăм ярса пусасси юлсан, Николай хăйне вĕлерме пыракан çынна револьверпа тĕллерĕ. Сенĕклĕ çын куçне чарса пăрахрĕ, аллинчи сенĕкĕ урайне кĕптĕртетсе ӳкрĕ.
— Вăл пире пăшалпа хăратать-и-ха! Пăшалпа-и?!.. Парăр темиçен харăс! — тесе çĕмĕрлеççĕ мала иртейменнисем. Хресчен ӳкернĕ сенĕке каллех çĕклерĕ, куçĕсенче каллех хаярлăх йăлтăртатрĕ, ун кăмăлне çĕклеме сцена çине çиччĕн-саккăрăн сиксе хăпарчĕç.
— Перетĕп! — терĕ татăклăн Николай. — Пиллĕкĕшне е улттăшне вĕлерĕп, юлашкинчен хам перĕнетĕп. Кама мĕн усси пулĕ?
Пĕр çын сцена çинчен сиксе анчĕ, аллине сулларĕ:
— Мана тем кирлĕ! — терĕ.
— Мĕншĕн чакатăр! Мĕншĕн чакатăр? — çĕмĕрлеççĕ хыçалтисем.
— Эсир, пуянсем, мана вĕлерме хăвăр кунта килĕр, мĕскер тискер ĕçĕрсене ăнланман çынсен аллисемпе тăвасшăн? Хăвăр тасана юласшăн? Хăвăр кунталла иртĕр! — Çирĕп сасăпа хушрĕ Вавилов. — Çак чухăна мĕншĕн мана вĕлерме ăçлатрăр. Сан тырру нумай-им? — ыйтрĕ вăл сенĕклинчен.
— Макаçейре пĕр пĕрчĕ тыррăм та çук манăн! — терĕ те сенĕкли сцена çинчен сиксе анчĕ.
— Кам хушнипе килтĕр эсир кунта? — ыйтрĕ Николай, сцена çинче тăрса юлнă çынсем патнелле икĕ утăм туса. — Е хăвăр кăмăлупах хăвăра пулăшакан Совет влаçне пĕтерес тетĕр-и?
— Совет влаçне эпир пĕтерес теместпĕр! — илтĕнчĕ залран пĕр сасă.
— Апла пулсан, эсир капла хатĕрсемпе мĕн тума килтĕр? — ыйтрĕ Николай, залри халăх патнелле туртăнарах тăрса.
— Совет влаçне кĕрсе кайнă комунсем кирлĕ мар пире! — çухăрчĕç ăна хирĕç темиçен.
— Совет влаçĕ коммунистсемсĕр пулмасть, вăл вара пуянсен влаçĕ пулать, — терĕ Николай.
Сцена çинчи çынсем ун-кун пăхкалама пуçларĕç. Николай, аллисене çурăм хыçне тытса, хăйне вĕлерме хăпарнă çынсем еннелле çаврăнса, çирĕппĕн çапла каларĕ:
— Эсир чылай калаçрăр, — анăр-ха кунтан, эпĕ халăха Совет влаçĕ çинчен тĕппипе каласа парам.
Сцена çинчи çынсем ураран урана пускаларĕç.
— Анăр унтан! Председатель мĕн каланине итлер-ха! — çухăрчĕ пĕри, çĕтĕк калпаклă çын.
— Мĕн команда парса тăратăн! — терĕ унпа юнашар тăракан сукна хыçли, çĕтĕк калпаклă пуçа чышкăпа çапса.
— Курăр, ырă халăх, пуян хăйне май Совет влаçĕ тăвасшăн! Комунсем пур чух пытарнă чышкине каллех çиеле кăларчĕ! Кăравул! — шӳт тунă пек, айвана персе çухăрчĕ çĕтĕк калпакли.
Залра те тĕркешӳ, те вăрçă çавра çил пек пĕтĕрĕнсе çаврăнма пуçларĕ:
— Анăр тенĕ сире!
— Анăр кунтан, кулак хӳрешкисем!
— Юрамасть анма! Хушнине тăвăр!
— Халăх! Кунта пĕри винтовка çĕклет!
— Долой винтовка!
— Кăларса ярар ăна кунтан!
Çăт-çат та, кӳп-кӳп те илтĕнчĕ, кĕмсĕр-кĕмсĕр йăванакан та пулчĕ.
— Кала, председатель!
— Совет влаçĕ çинчен каласа пар пире, Николай Вавилов!
— Ним пытармасăр!
— Сăмах калама парас мар!
— Парас! Парас!
— Хупăр алăксене!
— Ан хупăр, пирĕн те итлес килет!
— Урамрисем те илтчĕр!
Николай револьверне пиншак кĕсйине чикрĕ, сылтăм аллине çӳлелле çĕклерĕ. Залра пĕтĕм халăх шăп пулчĕ.
— Юлташсем! Кам ертсе килнипе килтĕр эсир кунта? Пуянсем ертсе килнипе! Çапла мар-им? Çапла! Вĕсем, пуянсем, коммунистсене хирĕç пыраççĕ. Ăнланса илĕр: мĕншĕн пуянсене коммунистсем кирлĕ мар? Мĕншĕн вĕсем коммунистсемсĕр Совет влаçĕ тăвасшăн? Чухласа илĕр-ха! Кама лартасшăн вĕсем коммунистсем вырăнне? Хăйсем ларасшăн!
Нумайранпа çумăр çуман пирки хытса кайнă çĕр çине тулă пĕрчисем ӳкнĕ пек, Совет влаçĕ пирки Николай сăмахĕсем пăтранса пĕтнĕ халăх чунĕсене йывăррăн акăнса пынă. Сывламасăр итлет халăх, вăхăт шăвать, минут хыççăн минут иртет. Николай калама пуçлани пĕр сехет иртрĕ. Итлес текен халăх катăлас вырăнне хутшăнсах пырать. Кантăксене уçтарчĕç, çурт йĕри-тавра итлесе тăраççĕ. Ура çинче тăнипе ывăнса çитнĕ çын пĕрерĕш тухсан, ун вырăнне иккĕн кĕрсе тăма тăрăшаççĕ. Мачча çинчен улма мар, йĕп ӳксен те урайне ӳкес çук. ВИК председателĕ халăха Совет влаçĕ çинчен, шуррисемпе çапăçма каймалли çинчен, кулаксен чеелĕхĕ çинчен калать.
Халăх итлет, анчах сенĕксем хатĕрех тăраççĕ. Пĕр сехет иртрĕ, икĕ сехет иртрĕ, виççĕмĕш çине кайрĕ, тĕпĕçтăвком çурчĕ йĕри-тавра çаплах халăх тулли, вулăс ялĕ тавра та хура пĕлĕт пек халăх тăрать, епле те пулин приказ пуласса кĕтеççĕ, саланмаççĕ.
Алкум вĕçĕнче тăракансенчен пĕри сасартăк шари çухăрса ячĕ:
— Халăх! Тупăпа килеççĕ!
— Çар килет! — çухăрчĕç темиçен.
— Тупă!
— О-о-о!
— Саланар!
Çынсем пурте коридор тăрăх алăксем патнелле, кантăксем патнелле тӳпелеше-тӳпелеше купаланчĕç, алăкран çиччĕн-саккăрăн йăваланса тухрĕç те, ыттисем хĕсĕнсе ларчĕç, тухаймаççĕ.
— Кăравул!
— Кăкăр шăмми хуçăлчĕ!
— Ан таптăр пуç çине!
— Юлташсем! — вĕсен сассисене хупласа кăшкăрчĕ Николай. — Мĕншĕн пăлханса ӳкрĕр! Чарăнăр! Ан саланăр!
— Тупăсемпе килеççĕ-çке, Микулай! — терĕ пĕри алăк патĕнчен.
— Килччĕрех! Эпир ним тискер ĕç туман. Эсир манран ыйтатăр, эпĕ сире ответ паратăп.
— Хĕрлĕ хăлаклă! — çухăрчĕç урамрисем, асар-писер, йĕркене ним пăхăнмасăр, алчăрса кайнă куçĕсемпе, ăçталла пăхасса та пĕлмесĕр, пĕр-пĕрне таптаса тăраççĕ. Николай тем пек чарма тăрăшсан та, усал шухăшпа килнине хĕрлисем каçарас çуккине сиссе, ВИК залĕнчен пĕр çын юлмиччен тарса пĕтрĕç, вунă-вун пилĕк минутран ВИК çурчĕ те, ял урамĕ те, пĕтĕм тавралăх та тап-таса тасалса юлчĕ.
Мĕн пулнине, хăйне вĕлерме килнĕ халăх мĕншĕн çапла сапнă пăрçа пек саланса кайнине пĕлме Николай Вавилов алкум вĕçне тухса тăчĕ. Тавралăх шăп. Ниçта та нимĕн те курăнмасть.
Виçĕ сехете яхăн вĕри залра вилĕмпе куçа-куçăн тăнă хыççăн вăштăр-вăштăр сивĕрех çил Николая калама çук савăнтарчĕ.
— Эх, пурнăç! Епле илемлĕ те хаклă эсĕ! — терĕ вăл, икĕ аллине икĕ еннелле сарса тарăн сывласа илчĕ, вара халăх мĕнрен хăранине пĕлесшĕн крыльца çинчен виçшер пусма урлă сиксе çĕре анса урамалла тухрĕ.
Хапхаран тухрĕ — пусăран яла кĕрекен хĕрлĕ ялавлă лав курчĕ. Николай, çарта пулса курнă çын, мĕн иккенне çавăнтах ăнланчĕ: вăрçă хирĕнче апат пĕçермелли икĕ кустăрмаллă хурана лаша кӳлнĕ, çынни хуран хĕрне, трубапа юнашар, ларнă, хăрах аллипе тилхепе тытнă, хăраххипе хĕрлĕ ялав çĕкленĕ. Николай тăпах чарăнса тăчĕ, ăнланса илеймесĕр килекен çын çине пăхса тăрать.
— Ур-ра! — çухăрчĕ çын, Николай патне çывхарса çитсен.
— О, Евдоким Иванович-çке ку! — калама çук хытă тĕлĕнчĕ Вавилов. — Ăçтан эсĕ капла. Ку япалана ăçтан тупрăн? Ăçта илсе каятăн?
— Эпĕ пĕтĕм вулăс çыннисене хăратрăм пулас? — кулса ячĕ Алтаккин, Николая алă парса.
— Тĕлĕнмелле вăйă вылярăн, — терĕ Николай.
— Мĕскер, тетĕп: мĕскер тума пухăнса тăнă кунта кун чухлĕ халăх, тетĕп. Мĕн илеç, мĕн сутаç? И-и, кун пек пухуран кая юлас марччĕ, тетĕп. Лашана çапрăм пĕрре чăпăрккапа. Çывхарса пыратăп... И... ачам... ăнлантăм... А мĕн тăвас? Хам мăйран хĕрлĕ тутăра салтрăм, чăпăркка вĕçне çыхса лартрăм, хам ура çине тăтăм та, эх, ялавпа суллатăп çав. Лаши чупать, урапи кĕмсĕртеттерет... Шел, ĕçке çитеймерĕм, хăнасем чупсах саланчĕç. Ха-ха-ха! — яланхилле савăнăçлă кулса ячĕ Алтаккин.
— Алтаккин пичче, эсĕ капла килмен пулсан, ĕçки чăнах та пуçланатчĕ, анчах ку ĕçкĕре сăра-эрех вырăнне юн юхĕччĕ. Тавах сана, — терĕ Николай.
— Ырăпа вĕçленни — ырра пултăр, — ним шӳт тумасăр хĕвелтухăç еннелле сăхсăхрĕ Алтаккин.
— Ку япалана ăçтан тупрăн? — ыйтрĕ Николай.
— Кăна станцинче тĕл пулнăччĕ. Вагонсене сирпĕтнĕ кун. Такамран темле юлнă çавăнта, станци айккинче.
— Изотов арăмĕ ача çурчĕ заведующийĕ пулнăранпах пысăк хуран тупса пама ыйтать. Çак полевой кухньăна кайса парам-ха, терĕм. Лаша кӳлтĕм те кайса илтĕм.
— Нушан кулли пур тесе ахаль каламаççĕ-мĕн халăхра, — савăнăçлăн кулса ячĕ Николай Вавилов.
26
Хуран илсе килни камитле пулса тухнă пулин те, Алтаккин шикленчĕ. Кулаксем ку камите пĕлсен, Алтаккин тирĕ сывă-чĕрĕ юлас çуккине пĕлсе тăмалла, çавăнпа вăл хăвăртрах ачасен çуртне çитсе хуран инкекĕнчен хăтăлас терĕ, лашана пахчасем хыçĕпе ача çурчĕ еннелле хытă чуптарчĕ.
— Алтаккин пичче килчĕ, темле трубаллă хуран илсе килчĕ! — Изотов арăмĕ ларакан пӳлĕме сиксе кĕчĕ хура çӳçлĕ çамрăк хĕр, ачасем валли апат пĕçерекенни.
Хĕр хыççăн Алтаккин хăй те кĕчĕ.
— Илсе килтĕн-и, Евдоким Иванович? — ыйтрĕ Изотова.
— Илсе килтĕм, Татьяна Николаевна, тухса кур-ха, тĕлĕнмелле аван кăмака.
Вĕсем виççĕшĕ те килкартине тухрĕç.
— А, пултаратăн та, Евдоким Иванăч! Питĕ майлă япала ку пире. Спасибо.
— Ывăнтăм пăртак, вăрăм çул çинчен кăшт сыпасчĕ...
— Паян сана укçа параймăп çав, ыран мар, тепĕр кун тем тесен те тӳлесе татăп ĕнтĕ, Евдоким.
— Кирлĕччĕ те... Ну, юрĕ, эпĕ пуп патĕнче кăмака юсанăччĕ, çавăншăн кайса илем те ачасем сывлăхĕшĕн сыпам, — терĕ Алтаккин, лашине тăварса.
— Каçар ĕнтĕ, Евдоким, епле те пулин майлаш, эсĕ ăс тупаканччĕ, ан кӳрен.
— Тупăп, кӳренмĕп... Эсĕ, хура куç, шыв вĕретме пуçла.
— Халех кӳрсе тултарăп та ăшăтса ачасене чăпăл тăватăп, — терĕ хура çивĕтлĕ хĕр.
— Сывă пулăр-ха, эпĕ пуп патне кайрăм! — Алтаккин лаша утланчĕ те чуптарса кайрĕ.
Чиркӳре Алтаккин нумаях тăмарĕ, хăйĕн алли-урине пуррипе çуккине сисмесĕр, вулăсри Тĕпĕçтăвкома тухса чупрĕ. Председатель кабинетĕнче çутă пуррине курсан, ун патне кĕме тăчĕ.
— Стой! Ăçталла? — ыйтрĕ алкум вĕçĕнче тăракан хăрах куçлă часовой.
— Председатель Вавилов пур-и? — чарăнса тăчĕ Алтаккин.
— Пур!
— Ман ăна халех курмалла. Мана кĕме юрамасан, чĕнсе тух!
Часовой ăна кĕме ирĕк пачĕ. Чупса кĕчĕ Алтаккин председатель кабинетне.
— Сана мĕн пулнă? — çырса ларнă çĕртен сиксе тăчĕ Вавилов ытла та васкаса килнĕ çынна курсан. Унпа пĕрле ларакан Улангин та ура çине тăчĕ.
— Николай Петрович, — сывлăшне аран çавăрса ячĕ Алтаккин, — тăваттăн-пиллĕкĕн чиркĕве каясчĕ... Унта... алтарь айĕнче вун сакăр винтовка, салтак кутамкки — тăваттă... патрон тулли. Унта пуп çывăрать, чиркӳ уççи манра...
Улангин пуринчен малтан коридора сиксе тухрĕ.
— Ăçта каятăр? — ыйтрĕ часовой.
— Чиркĕве, турра кĕл тума, — шӳт туса каларĕ Улангин.
— Çылăхусем нумай пухăннă пулсан кайса килмеллех, — сăмаха пăрса ячĕ хăрах куçли.
Çур сехетрен вĕсем алтарь айне хурса хатĕрленĕ кулаксен вăрçă хатĕрĕсене илсе тухрĕç.
Вĕсем ним сас-чӳсĕр пахчана кĕрсе винтовкăсене пытарчĕç, пупа арестлесе тĕрмене хупрĕç. Тĕрессипе каласан, арестлес шутпа та мар, кулаксем ыйтса пĕлесрен, кулаксенчен пытарчĕç.
Кулаксем тем тума пултарнине Вавиловпа Улангин аван пĕлеççĕ, çавăнпа винтовкăсене çак сехетре-минутра Сĕве патĕнче кĕпершĕн çапăçса тăракан хĕрлĕ отряда кайса памалла. Кам кайса парĕ? Кама ярас? Нумай калаçса тăма вăхăт çук.
— Хăй ирĕкпе кам кайма пултарать? — ыйтрĕ Вавилов.
— Эпĕ кайса леçетĕп! — хăюллăн татса каларĕ Сергей Малайкин, вун çиччĕри ача, ВИК секретарĕ.
Хăвăрт кăна лаша кӳлсе урапа тĕпне ку хăрушă çăка вырнаçтарчĕç, çиеле симĕс курăк купаларĕç, пуслăхпа туртса çыхрĕç те Николай Малайкина уй хапхинчен ăсатса ячĕç. Лашине хытă чуптарнипе лав часах курăнми пулчĕ.
Вавилов каялла кабинета таврăннă тĕлне ун сĕтелĕ çинче телефонограмма:
Инженер Вавиловăн ыран кăнтарла тĕлне Хусаншăн хĕрӳ çапăçакан пиллĕкмĕш армине çитсе Совет влаçĕшĕн çапăçса халь кăна пуçне хунă саперный батальон командирĕ вырăнне тăмалла.
— Улангин! — васкаса вуланă çĕртрен пуçне çĕклерĕ Николай. — Кала Шерхуллана, мана халех станцине ăсаттăр.
— Кунта епле? — шиклĕн ыйтрĕ Улангин военком.
— Изотова чĕнсе илĕр. Кайран курăнĕ.
Кунта ĕçленĕ чухне те Вавилов вăрçă тумне пăрахса костюм тăхăнса çӳреймерĕ. Сарă сăран пиншакĕ çинчен сарлака чĕн пиçиххине хытăрах туртса çыхрĕ, хĕрлĕ çăлтăрлă симĕс карттусне хытă кайнă чух çилпе вĕçтерсе хăварасран тарăнтарах лартрĕ, ун кăвак галифепе хура атти яланах тирпейлĕ.
— Шерхулла çитрĕ, — пĕлтерчĕ хăрах куçлă часовой.
Улангин Николая ăсатма тухрĕ. Коридорта стена çинче çакăнса тăракан пысăк трюмо умĕнчен иртнĕ чухне Николай хăйне труках паллайман пирки пĕр самантлăх чарăнса тăчĕ: унăн хăмăр куçĕсем тĕлĕнмелле йăлтăртатаççĕ, çук... йăлтăртатаççĕ çеç мар, çап-çутă хĕлхем ывăтаççĕ; питçăмартисем кĕп-кĕрен, çунса тăраççĕ, илемлĕ тутине вăл шăт хупнă. Тутине çеç те мар, вăл шăлне епле хытă çыртнине туйса илчĕ.
«Вилĕме хирĕç каятăп», — пĕр кĕске шухăш пĕр самантлăх пуçра çутăлчĕ те сӳнсе ларчĕ.
Крыльца çине тухсан, хĕвелтухăç енче пĕлĕт хĕрри çуталса пыни кăшт курăна пуçланă. Сивĕрех çил çурçĕр енчен чылаях вăйлă вĕрет, пĕлĕтсем таткăн-таткăн Хусан еннелле чупаççĕ. Вĕсем те вăрçа кайма васканă пек туйăнать...
— Улангин, — терĕ Николай, лаша çинчен ăна алă парса. — Хĕрлĕ Çара кайма çырăннă доброволецсене кăнтăрлаччен ăсат, васка.
— Юрĕ...
Çул çинче, Малайкина хуса çитес шутпа, Николайпа Шерхулла лашисене уй хапхинчен тухсанах сиккипе чуптарчĕç.
27
Вăхăтсем кунран-кун хăрушă пулчĕç, шухăшлама пĕлекен çынсене çĕрĕ-çĕрĕпе куç хуптармарĕç. Пĕринчен-пĕри усал хыпарсем Атăл çинче вăйлă çил вăхăтĕнчи хум хыççăн хум чупнă пек килсе тăчĕç.
Шупашкарта большевиксен аслисенчен пĕрне, Кадыков хушаматлăскерне, вĕлернĕ тенĕ хыпар сарăлчĕ. Шуррисем Хусан кĕперне хытă тапăннă, терĕç; кĕпер урлă каçса Мускавалла çул тытаççĕ, тет. Анчах Сĕве енче хĕрлисем питĕ хытă тăраççĕ, шуррисене каçса килме ирĕк памаççĕ, çавăнпа ку тĕлте хĕрлисене пĕтерме шуррисене пулăшакан отрядсем вырăнти халăхран организацилемелле, çав ĕçпе каç пулас умĕн Хусантан шурă прапорщик, кунти вырăнсене лайăх пĕлекен çын, Агельский çитрĕ.
Çĕрĕпе пычĕ кулаксен пухăвĕ. Çĕрĕпе пăшăлтатса канаш турĕç. Кам кăна пухăнман кунта! Ăçтан пĕлнĕ-тĕр? Таркăнра пытанса пурăнакансем пурте кунта куçĕсемпе тискеррĕн йăлтăртатса лараççĕ, Совет влаçне халех пăвса пăрахма хатĕр.
— Атьсемĕр, ĕç çӳлтен пуçланчĕ, Шупашкарта большевиксен пуçлăхне вĕлернĕ, пирĕн мĕн кĕтсе лармалла. Ĕçсем хĕрӳ чухне пирĕн те сиввĕн ларма юрамасть. Большевиксене вилĕм! — чышкисене чăмăртаса каларĕ Тилли Куçми.
— Вилĕм большевиксене! — терĕç темиçен.
— Кирлĕ пулсан, эпир Атăл урлă каçса каятпăр, шур армипе пĕрлешетпĕр! — харсăрланчĕ Энтрей.
— Атăл урлă каçса кайма пире кирлĕ мар, пирĕн пек çынсем унта та пур, эпир кунта ĕç тумалла, — хирĕç пулчĕ пĕри, ватăраххи.
— Апла пулсан, влаçа хамăр алла илсе старшина суйласа лартмалла!
— Господа! — шурă перчеткеллĕ аллине çĕклерĕ Агельский, хулпуççи урлă каякан çĕнĕ портупея илемлĕ сасăпа чăкăртатрĕ. Пилĕкĕ çумĕнчи кĕмĕл авăрлă кинжалĕ лампа çутинче йăлтăртатса илчĕ — ку картин çинчи пек илемлĕ офицер, пĕтĕм хĕрсен ăш хыппи, калаçма пуçларĕ:
— Тĕрĕс, влаçа хамăр алла илмелле. Çирĕп влаç туса лартмалла, вăл влаç большевиксемпе çапăçма, большевиксене çĕнме хăватлă пултăр. Кунта эпир старостă суйласа тăмастпăр, старшина та суйлама халĕ ир, пире военная влаç кирлĕ. Пирĕн халĕ военная коллегия суйламалла — тройккă пултăр, чăвашла каласан, виçĕ çын...
— Мана сăмах парăр-ха, — ыйтрĕ Тилли Куçми.
Хирĕçлекен пулмарĕ.
— Çапăçма каяс пулсан, йĕркипе пуçтарăнса каймалла. Винтовкăсем пирĕн çителĕклĕ. Молотци çынсене отряд туса ямалла, çар пуçлăхĕ пур ĕнтĕ пирĕн, эсĕ, Александр Агеевич, кунта килсе тухни питĕ аван. Савăнатăп. Сенĕк-турта вăрçипе нимĕн те пулма пĕлмĕ...
Ăна каласа пĕтерме памарĕç, шавласа ячĕç:
— Хамăр çеç каймалла!..
— Хамăр çеç пулмасăр. Хресченсем çапăçма пултараймаççĕ...
— Эпĕ ун чухнех каларăм; чухăн-чахăнсемпе ĕç тухас çуккине пĕлсех каларăм сире. Мĕскере юрăхлă вĕсем: çĕрулми çисе шăршă кăларса ларма çеç пĕлеççĕ вĕсем! — çухăрчĕ Катмак Ермошни, ылтăн шăлĕпе йăлтăртаттарса.
— Господа! — каллех аллине çĕклерĕ Агельский.
Пурте шăп пулчĕç.
— Восстани тăвас пулсан, чăннипе тумалла, пур еннелле те юн сирпĕнсе кăна тăтăр, çырмасенче шыв вырăнне хĕрлĕ юн юхтăр, — хĕрӳллĕн каларĕ Агельский. Илемлĕ çын каланине итлеме те кăмăллă: хĕрĕхе яхăн пухăвнă сухаллă кулаксемпе вĕсен вăйпитти ывăлĕсем çăвар карса итлерĕç. Хăрушă каларĕ шурă прапорщик: вулăсĕпе пĕр коммунист, ял Советне суйланă çынсем, комбед членĕсем, делегаткăсем, Совет майлă çынсем — пĕри те чĕрĕ юлмалла мар. Вĕсен çемйисене ачи-пăчи-мĕнĕпе вĕлерсе пĕтермелле...
Пуçĕ пăтранчăк пирки çав тери хура чунлă-çке çакă çиелтен пăхма калама çук илемлĕ çын!
Шурăмпуç килчĕ, хĕвел тухасси те инçех мар. Совет çыннисене вĕлерме кайма канаш туса ларакан пуянсем юнлă тамаша ирттерме йĕркипе калаçса татăлчĕç. Кашнине хăйне уйрăм задани: вунă çын, вĕсен пуçлăхĕ Варлам Люшшипе Катмак Ярмошки, ял-ял тăрăх юланут çӳресе, палăртса хунă çынсене вĕлермелле, ир пуçласа каçчен пĕтермелле. Çирĕмĕн Агельский отрячĕ, вулăс ялне кайса, ВИКра ĕçлекенсене пĕтермелле. Кĕçĕр çĕрĕпе çывăрман, çавăнпа паян кунĕпе çывăрса вăй пухмалла та çитес каçпа вăрттăншарттăн хура ĕç пуçламалла. Инкек-мĕн пулсан, чиркӳре пушар чанĕ çапмалла, пушар чанне илтсенех, кирĕк хăш вăхăтра пултăр, пурин те вулăс ялне пуçтарăнмалла.
Пурте саланчĕç.
Çĕрĕпе çывăрманскер, Люшша килне çитсе саланмасăрах сак çине тăсăлса выртрĕ, çывăрса кайма пуçлайнăччĕ — пушар чанĕ ян та ян çапнине илтсе куçне уçрĕ. Мĕскер пулнă? Тĕлĕкре-ши? Е пĕр вăранмасăрах каçчен çывăрнă-ши? Люшша кантăк патне чупса пычĕ — çук, каç пулман, хĕвел тин тухнă, çĕр çумĕнчен те хăпайман-ха. Пушар чанĕ çаплах танлаттарать.
— Люшша, кай хăвăртрах... Мĕтри ăçта? — пăлханса ӳкрĕ Варлам.
— Мĕтри Агельскипе пĕрле...
— Часрах! Ха, Муçук чупать... Пушарĕ ниçта та курăнмасть. Ку чан çапни пушаршăн мар...
Люшша лашине утланчĕ, кĕсъери револьверне хыпашласа пăхрĕ, аллине чĕн пушă тытрĕ те ялтан чуптарса тухса кайрĕ.
Уйра унтан та кунтан вулăс ялĕ еннелле юланутсем вĕçтерсе пынине курчĕ. Вăрман çулĕпе Агельский тухнине курсан, Люшша тĕлĕнсе кайрĕ: апла пулсан пушар чанне кам çаптарать? Мĕншĕн?
Яла кĕрес умĕн Агельский лашине чарчĕ, хыçалтан килекен çынсене кĕтсе тăчĕ. Часах ун тавра çиччĕн-саккăрăн пуçтарăнчĕç. Люшша та çитсе чарăнчĕ:
— Чана эсĕ çаптармастăн? Кам-ши?
— Пĕлместĕп... Кĕтмен çĕртен пулчĕ ку. Ну, юрĕ... Пуçтарăннă пулсан, урăх саланмастпăр: чиркӳри винтовкăсене илсе валеçетпĕр те турă панă ирĕкĕпе хамăр ĕçе пуçлатпăр! — терĕ Агельский.
— Пуçлас! — терĕç темиçен.
Чиркӳ патне вăрăм ураллă Муçук лашаллисемпе пĕр танах çитсе ӳкрĕ.
— Мĕн пулнă? Мĕн хыпар? — чупса хăпарса кайрĕ вăл чиркӳ тăрне. Трошки пысăк чан айĕнче çын кĕнине те илтмесĕр шăлне çыртса чан чĕлхи çумне çыхнă хăма çине пусать. Хăма, хытă пуснипе, çӳле çĕкленет, вĕрен пушанса чан чĕлхи хыççăн икĕ еннелле те чан хĕрне çапса илет, çавăнпа пушар чанĕ питĕ хăрушă, пĕрре çапсан тепре çапиччен уласа тăракан сас сирĕлме ĕлкĕреймесг, унтах купаланса хăлхана хупласа тăрать, чиркӳ тăрри айккинчен айккине сулăнать.
— Чарăн! — Муçук Трошкăна çаннинчен туртрĕ. Трошка хăма çине урăх пусмарĕ, чан тата икĕ хут çапрĕ те чарăнчĕ. Трошкăн уçăлайман хăлхисем Муçук мĕн ыйтнине илтмерĕç.
— Инкек, староста! Курмарăн-им чиркӳ алăкне?
— Мĕн пулнă унта?
— Чиркӳ алăкĕсене уçнă, такам чиркӳре пулнă.
Муçук куçран çапнă пек пусма çине чупса тухрĕ, Трошка та ун хыççăн каяс тенĕ çĕртен çĕр çине пăхрĕ — тĕлĕнсех кайрĕ: чиркӳ тавра кăткă пек çын пухăннă. Çӳлтен пăхсан, çынсем виççĕри ача çӳллĕш пек çеç курăнаççĕ, анчах Трошка камсем пуçтарăннине чухласа илчĕ, ун урисем тăр-тăр чĕтрерĕç, пуçĕнчи шухăш ăçталла, мĕнле тарма май пуррине шырама пуçларĕ.
— Ăçта пуп? — çухăрашаççĕ кулаксем.
Пĕр ушкăн çын чиркĕве кĕрсенех чупса алтарелле кĕчĕç. Урай хăми вырнаçуллă выртманнине курсан, Муçук пĕтĕмпех ăнланчĕ, пĕтĕм ӳчĕпе чĕтрерĕ, хăма уçма пĕкĕнчĕ, аллисем хăма хĕррине тытасшăн та мар, чĕтреççĕ.
— Чĕтретĕн, крыса! Хаклă хакпа хăвах ăсатмарăн-и манăн атте пухса хатĕрленине? — çухăрчĕ Люшша, урай айне анса.
— Нимĕн те çук! Пурне те ăсатнă! — çухăрчĕ вăл тискеррĕн.
— Пулнă-ши унта? — иккĕленчĕ пĕри, пăхса тăраканĕ. — Ахаль кăна, вĕçкĕне пула суйса пурăнмарĕ-ши пире Варлам?
— Епле эсĕ капла калама пултаратăн! Вун сакăр винтовка, тăватă мих патрон пулнă. Кала, Муçук! — халех персе пăрахас пек, револьверне кĕсйинчен туртса кăларчĕ те Муçука тĕллерĕ Люшша.
Пĕр самант та шухăша каймарĕ чиркӳ старости, пуянсене турăпа тан шутлаканскер, вĕсем умĕнче таса чунлă пулнипе хăй савăннă.
— Тĕрĕс калать Алексей Варламыч, кунта винтовкăсем пулнă, ĕнер каç та пăхса кайрăм...
— Ăçта ăсатрăн? — ыйтрĕç темиçен.
Муçук престол умне чĕркуçленчĕ:
— Турă умĕнче тупа тăватăп, эпĕ курман. Ырă халăх, господасем, манра айăп çук.
— Суятăн! Винтовкăсем ăçта? Эсĕ пирĕн ĕçе пĕтерме шутларăн-и?!
— Акă хĕрес! — Муçук престол çинчен пысăк кĕмĕл хĕресе ярса тытрĕ: — Çак çветтуй хĕресе чуптуса тупа тăватăп!
Муçук хĕресе чуптурĕ те Люшша урине чуптума упаленсе пычĕ.
— Мана улталасшăн! — Люшша никам пĕр сăмах калама ĕлкĕриччен Муçука кăкринчен печĕ.
Юн та сирпĕнсе тухмарĕ, юлашки самантра хăйĕн пурнăç тăршшĕпе туса пынă йăнăшне ăнланнă пек усаллăн ахлатса урайне айккăн йăванчĕ Муçук...
— Манран пуçларăр пулать? Мĕншĕн?! — аллисене тăсса çухăрчĕ вăл.
— Ухмахшăн! — терĕ Люшша.
— Люшша, эсĕ пирĕн арми салтакĕ пек мар, бандит пек хăтланатăн! — çиллес каларĕ Агельский. — Кайăр-ха кунтан.
«Арми» çыннисем алтарьтен пурте тухрĕç. Агельский çак чиркӳри винтовкăсене питĕ шаннă, ун пирки ăна Хусанах пĕлтернĕ пулнă. Тимĕр ту çине шаннă пекех шаннă. Халĕ мĕн тумалла?..
— Моисеич, — чĕркуçленсе ларчĕ вăл чиркӳ старости умне. — Эсĕ вилетĕн, кала мана, винтовкăсем ăçта? Моисеич, чĕнместĕн... кала, тусăм, ху пĕлнине хăвпа пĕрле çĕре ан илсе кĕр, кала... — силлерĕ вăл ăна хулпуççинчен. — Пирĕн, чĕррисен, пурăнас пулать, кĕрешес пулать... Ну, кала...
Моисеич куçне чарса турăсем çине йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ, сăмах калама çăвар уçрĕ, хăйне хĕрес хурас тесе аллине çĕклеме пуçланăччĕ, хĕрес хума виç пӳрнине пĕрлештерсе тытнине майĕпе сӳтрĕ те пӳрнисене чышкă чăмăртарĕ...
— Акă сире, хăвăр умрах ирсĕр ĕç тума ирĕк паратăр пулсан. — Муçук чышкипе иконĕсене пĕр-иккĕ юнарĕ те пуç пӳрнине ятсăр пӳрнепе вăта пӳрне хушшине тăсса кăларчĕ: — Акă сире...
— Турăсемпе ан аппалан, винтовкăсем пирки кала! — хытах ыйтрĕ прапорщик.
— Ăна пĕлместĕп... Эсĕ те ман пекех йăнăш хăтланнине пĕлтĕм... халь... ухмахшăн....Эсĕ те кăтра Агей ывăлĕ çеç... — вара аран илтĕнмелле шăппăн хушрĕ: — Пуян мар...
Агельскийĕн чун тĕпĕнче пĕр самантлăх темле нихçан пулман туйăм çĕкленме тăчĕ, пуçпа шухăшласа илмелĕх çĕкленеймерĕ, вилекен Муçукпа пĕрлех пăчланчĕ. Агельский ура çине тăчĕ, тимĕр кĕлеллĕ офицер аттисемпе чиркӳри чул урайне чаклаттарса алăк патнелле утрĕ. Алăкра Тилли Куçми ун çулне пӳлчĕ:
— ВИКри часовой çитрĕ...
— Хăрах куçли-и?
— Çавă...
— Кĕтĕр кунта!
Хăрах куçли чиркĕве карттусне пăрахсах кĕчĕ, Агельский çумне юсла пырса тăчĕ.
— Мĕн хыпар? — ерипен ыйтрĕ прапорщик.
— Хыпар хутаç тулли...
— Пире кирли мĕн? Кунта кам килсе кайнине пĕлейместĕн-и?
— Улангин комиссар кĕçĕр çĕрле çылăх каçарттарма чиркĕве каятăп, терĕ...
— А-а! — тĕлĕнчĕ Агельский. — Вавилов ăçта?
— Çĕрлех Хусан патне Хĕрлĕ Çара тухса кайрĕ.
— Хăй ирĕкĕпе-и?
— Çук. Телефонограмма килчĕ.
— Мĕншĕн çĕрлех кайрĕ, васкасах?
— Ăна пĕлейместĕп...
Паллах, часовой чухлайман, анчах Агельский, çар çынни, пĕтĕмпех ăнланса илчĕ: винтовкăсем пуррине пĕлсен, Николай кулаксем мĕне хатĕрленнине тавçăрса илнĕ, хăйсен вăйĕпе çапăçура çĕнес çуккине шута илсе, Хĕрлĕ Çара пулăшу ыйтма васкарĕ. Хĕрлисене темле йывăр пулсан та, Мускава каякан чукун çул таврашĕнчи йĕркелĕхе тытса тăма, паллах, пĕр отряд уйăрса парĕ. Паян-ыран кунта карательный отряд çитме пултарать. Агельский çӳçенсе илчĕ.
— Председателе кам юлчĕ?
— Изотов.
— Халь ăçта вăл?
— Изотов халь улпут арманĕнчех, арман чулĕсене кăшăллать, вăл нимĕн те пĕлмест, ăна чĕнме мана янă.
— Питĕ аван! Эсĕ ăна чĕнме ан кай, волисполкомран ан тух. Халех ан таврăн, таврăнсан Изотова кайса каларăм, те. Чиркӳ патне пухăннă çынсем мирлĕн саланчĕç тесе пĕлтер.
28
Ир-ирех пушар чанне илтсен, кашни çын сиксе тăрса пĕтĕм тавралăха пăхрĕ. Ниçта та вут çути çуккине курсан, кашни çын ку пушар чанне хăйне май ăнланчĕ. Улангин арăмĕ, Анна, пушар чанне упăшки çаптарать тенĕ. Вулăсра инкек пуçланнă пуль, упăшки ăна пытанма хушать пуль тенĕ. Вăл пӳрчĕ тăрăх çавра çил пек чупкаларĕ, хăйпе пĕрле илсе каймалли япаласене миххе печĕ, виçĕ хĕрĕ те тарма хатĕрленсе тĕшкĕрсе çӳрерĕç; чан çапма пуçланăранпа вунă минут та иртмерĕ пуль, Улангин çемйи кашни пĕрер хутаç йăтса вăрман çӳлĕпе чупрĕ. Çăрапа питĕрсе хăварнă килне сыхлама йытти те юлмарĕ, хуçисемпе пĕрле вăрмана чăмрĕ.
Йĕлмекас ялĕ уй варринче ларать, ун айккипе тарăн çырма иртет, урăх нимĕн те çук. Тарье аппа Вилюкне çав çырма тĕпĕпе урăх вулăса, ашшĕн йăмăкĕ патне, чупма хушрĕ. Пӳртне çăрапа питĕрсе хăварчĕ, хăй витене кĕрсе тĕкĕ ярса питĕрĕнсе ларчĕ. Кунтан вăл тамаша пĕтиччен те тухмĕ.
Ĕнер каç Халапсин врач патне йывăр чирлĕ Лидия валли эмел илме Людмила килнĕ пулнă, паян ир-ирех, пушар чанĕ чанлаттарма пуçласан, вăл хваттер хуçине хăй лашине кӳлтерчĕ те вутпа кăвар хушшине лекес мар тесе килнелле васкарĕ.
Пурте инкек-сехремет пуçланассине сисеççĕ: Алтаккин арăмĕ те пушар чанне шиклĕ туйăмпа итлесе тăчĕ, анчах хăйшĕн хăрама сăлтав пуррине пĕлмерĕ, ун упăшки ăçта та пулин инçетре чашăк-тирĕк тĕплесе çӳрет пулĕ терĕ. Пушар чанĕ чарăнсан, вăл пахчине тухса, çĕрулми кăларма пуçларĕ.
Йĕлмекассинче ял Совет председателĕ Василий заседани пуçтарать. Мĕн тумаллине сӳтсе явас тет. Кулак тамашине пĕлнĕ пулсан, тен, пуçтармĕччĕ, анчах ку таврара нимĕн те илтĕнмест, пурте лăпкă, пушар чанĕ чарăннă, чуна кисретмест. Йĕркеллĕ кăна, васкамасăр утать председатель. Çӳçне кастарнă, сухалне хыртарнă. Паççи тĕрлесе панă шурă кĕпине тăхăннă. Пăхма чип-чипер çын, ватă та мар, уксахлани кăшт кăна паллă, анчах вăрçă вăхăтĕнче уксахлани кулăшла мар — хисеплĕ. Чунĕ те юрласа пырать Василийĕн: аслă хĕрĕ Маруççипе ун хыçĕнчи ывăлĕ Тимуш ӳснĕ ĕнтĕ, киле пынă, пӳртри ĕçсене пĕтĕмпех ĕçлеççĕ. Пӳртре таса та ăшă, тĕпел кукринче тĕрĕллĕ алшăлли айĕнче ăшă кукăль та пур. Тепĕр эрнерен туй пулĕ, Паççи, ĕçре вăйлă, çынсемпе кăмăллă хĕр, ун арăмĕ пулса кĕрĕ...
Шухăшĕ çинех тăкăрлăкран Василий умне Паççи чупса тухрĕ.
— Ăçта каятăн, Василий? — ыйтрĕ вăл, питĕ васкаса.
— Заседание ял Советне каятăп, Паççи чунăм, — терĕ каччи.
— Ах, ан кай! Йĕри-тавра тĕнче çĕмĕрлет! Тар, Василий, е пытан. Сана кулаксем чĕррĕн хăварас çук. Вĕлереççĕ.
— Тарса çӳреме эпĕ куян мар. Эпĕ, чунăм, вăрçăра та тарса çӳремен.
Чылайччен пытанма ӳкĕтлерĕ Паççи хăйĕн пулас упăшкине. Итлемерĕ Василий, ял Совет çуртне, ĕлĕкхи хурал пӳртне, кĕме тăчĕ, кĕмесĕр каялла Паççи патне икĕ утăм утрĕ те калама çук йăваш пăхрĕ ун çине:
— Пашук, заседани пĕтнĕ çĕре кил вара эсĕ, иксĕмĕр пуплĕпĕр, — терĕ.
— Юрĕ-çке, — терĕ Паççи, — ыттисем пухăннă-и?
— Никам та килеймерĕ-ха, — терĕ Василий, пӳрте кĕрсе кайрĕ.
Паççи пăртак тăчĕ те килелле утрĕ. Сасартăк уйра темле сасă илтĕннĕ пек пулчĕ, Паççи тăкăрлăка чупса тухрĕ те уялла пăхрĕ: вулăс çулĕпе çич-сакăр юланут уттипе пырать... Ха... тĕлĕнмелле япала: вĕсем çуран пыракан вун-вун пилĕк çынна пушăсемпе хăвалаççĕ иккен, кĕтӳ хăваланă пек. Вĕсенчен уйрăмах икĕ юланут вăрăм кĕтӳç чăпăрккисемпе икĕ енчен хӳтерсе пĕр çынна хăваласа пыраççĕ. Çынни вăйран сулăннă пулмалла, чупнă çĕрте текех такăнать, анчах темле çăлăнăç шанчăкĕ ăна умри ял çине пăхтарса вăй парать.
Паççи вилес пек хăраса кайрĕ, чĕтрекен урисем чупасшăн та мар, вăл аран каялла урама чупса кĕнĕ те карта хӳттине пытанса тăчĕ.
Ырă мар килекен çынсем уй хапхи патне çывхара пуçларĕç. Чупса пыракан çын йывăррăн ахлатса хашкани илтĕне пуçларĕ. Вăл яла кĕресшĕн, анчах ăна яла кĕме памарĕç, уй хапхи çумĕпе хăваласа вулăс çулĕ çине кăларчĕç. Вулăс çулĕпе каякан ушкăнран тăватă юланут уйрăлчĕç те Йĕлмекассине çул тытрĕç.
Мĕн тăвас? Ял Советне чупас? Çук, юланутсем ял Совечĕ патне Паççирен маларах çитеççĕ. Çухăрасчĕ кăравул! Кам илтĕ? Кам пулăшĕ? Паççи ним тума пĕлмерĕ, килелле чупрĕ.
Тăватă юланут хурал пӳрчĕ патне пычĕç. Иккĕшĕ палланă çынсем: Люшшапа Энтрей, иккĕшĕ ютсем.
— Хĕрлĕ ялав айĕнче ырă курса ларатăр. Э-эй! — кантăка нухайкка аврипе шаккарĕ Люшша. Энтрийĕ çав вăхăтра пӳрт тăрне хăпарса кайрĕ, вăйлă çилпе вĕлкĕшсе тăракан хĕрлĕ ялава тăпăлтарса кăларчĕ.
— Ме, тыт! — ывăтса пачĕ вăл Люшшана.
— Савăнăр! — терĕ Люшша, ялава татăкăн-татăкăн çурса. — Эпирех, пуян çынсем, сывă пурăнăпăр; сирех, комун майлисене, тымарĕпех кăкласа пăрахăпăр! — çиллес каларĕ Люшша, хăйĕн пысăк зажигалкинчен мĕнпур бензинне ялав татăкĕсем çине сапрĕ, зажигалкипех чĕртсе ярса çунакан хĕрлĕ татăкĕсене алăк айне хыврĕ:
— Коммунис пӳрчĕ кĕл пулса вĕçтĕр, председателĕ ан тухтăр, питĕрĕр алăкне! — Алăкне те, кантăкне те питĕрсе лартрĕç. Вут пĕрене хушшинчи мăка кассăн-кассăн кăр-кар сиксе стена лапкипех ярса илчĕ. Ĕмĕрхи çурт кӳкĕрт пек типĕ, алкум тĕтĕмпе тулчĕ, вара алкум алăкĕнчен шăвăнса сывлăшалла туртăнчĕ... Тĕтĕм хыççăн вут та сиксе тухрĕ.
— Пушар! — çухăрса ячĕ Анаткасра пĕр сас.
— Пĕри пулчĕ! — терĕ хĕп-хĕрлĕ çӳçли, палламан çын. — Ку ялта тата миçен?
Люшша хут кăларчĕ, пăхрĕ: тата 4 çын, ак çаксем: Вавилов амăшĕ, шăллĕ, Чинук, Уçăп тата хирĕç чĕнекен тупăнсан...
— Курăр-ха, Çăкалăх ялĕ икĕ вĕçĕнчен çунать, — тĕллесе кăтартрĕ Энтрей.
— Пĕр вут куçĕ пирĕн те пур, — терĕ Люшша.
Чи ватă çынсем те çак çурта хăçан лартнине астумаççĕ, тата çĕр çул лармалла çурт хĕрлĕ тум тăхăнса ялкăшса тăрать. Ялти халăх пăхкалать-пăхкалать те пытанать: ку тискер çынсем умне тухсан, вилĕм тупасса чухлать...
Тăватă юланут Вăтакаса Вавилов пӳрчĕ патнелле сиккипе чуптарчĕç.
— Çăра, никам та çук! — терĕ алкумне малтан хăпарса тăнă Энтрей.
— Ват! — хушрĕ хĕрлĕ çӳçли.
Лашисене хапха çумне кăкарса тăваттăшĕ те пӳрте кĕчĕç.
Тарье аппа хатĕрленĕ хушăкран ни чĕрĕ, ни вилĕ пăхса ларать. Хурахсем нумай та тăмарĕç, кашни пĕрер çĕклем япала çĕклесе тухрĕç. Энтрей аллинче Николайăн çутă тӳмеллĕ хура шинельне курчĕ амăшĕ — чукун çул инженерĕн яту тум-тирĕ! Сывламасăр тăрать витере Тарье аппа.
Хурахсем çурт-йĕре çич-сакăр çĕртен чĕртсе ячĕç, çулăм вăйлăн çатăртатса çунма пуçласан тухса кайрĕç. Витене тĕтĕм тулма пуçларĕ, Тарье аппа урай хăмине çĕклерĕ, çĕр тĕпĕнчен пахчана шуса тухрĕ. Çăра чие çырли йывăççисем хушшинче пытанса выртрĕ.
Çири кĕпепе юлчĕ хĕрарăм, çуртсăр, çăкăрсăр... Тăватă Хурах пĕтĕм яла тустарчĕç, Уçăппа Чинука шырарĕç, ниçта та тупаймарĕç, Уçăп арăмĕ те куç тĕлне пулмарĕ. Ятарласа арăмне шыранă пулсан тупма пултарнă, Уçăп арăмĕ алкум айне кĕрсе пытаннăччĕ, анчах ăна темлерен манса хăварнă, списока кĕртмен. Хурахсен малалли планпа улпут арманне кайса Изотова вĕлермелле.
Совет майлă çынсенне илсе тухнă пурлăха тăваттăшĕ те Çеркки патне хăварса улпут арманне çул тытрĕç. Мăнуйне çитсен çӳллĕ вырăнтан пĕтĕм вулăс çĕрĕ курăнать.
— Курăр, Хăвалăх çунать! — кăтартрĕ пĕри.
— Улангин çурчĕ ĕнтĕ! — терĕ Люшша.
— Пирĕн те вут куçĕ начар мар, — çаврăнса пăхрĕ вăл икĕ тĕлте çунакан Йĕлмекасси çине.
Кулаксем ялтан тухса кайсанах çынсем пушар сӳнтерме урама сиксе тухрĕç. Тухасса тухрĕç, анчах пушарăн та хăйĕн саккунĕ пур. Вăйлă çилпе вăл çуртран çурта каять. Вавиловсемпе кӳршĕри улăм витнĕ çурта ярса илнĕ, ун урлă тепĕр çурт тăррине кайса ӳкнĕ. Ирхине уяр тӳпе хура пĕлĕтсемпе карăнчĕ, вăйлă çил çавра çиле куçрĕ, çул çинчи тусана енчен енне çавăрса Йĕлмекассине пырса кĕчĕ, хĕрлĕ вутпуççисене çавăра-çавăра ăçта лекнĕ унта ывăтрĕ. Вăтакас урамне лапкипех вут хыпса илчĕ, çул тăрăх тусанпа пĕрле хутăшса кайса вĕçекен çӳп-çап та çунать. Пушара сӳнтерме пыма мар, урампа чупса иртеймĕн. Миçе киле вут хыпнине шутласа илес çук. Çунакан çурт-йĕр патĕнче хуçисем чупкалаççĕ, хĕрарăмсем уласа макăрăççĕ, Муçук килĕ çеç пĕр-пĕччен çунать. Вăл çуннăшăн никам макăракан та, хыпăнакан та çук. Муçук çурчĕпе юнашар Çĕнĕ пуян Çеркки çурчĕ. Хăрăк Укахье лавккинчен ещĕк-ещĕкĕпе япалисене сĕтĕрме пуçларĕ, пĕрин хыççăн теприне пахчаналла илсе тухать. Энтрей хурса хăварнă япала купинчен ним тума пĕлмен Çеркки çут тӳмеллĕ инженер шинельне ыталанă та пӳртре урай тăрăх алăкăн-тĕпелĕн кускаласа çӳрет, Укахье ăна килсе пулăшма çухăрнине те илтмест. Кĕлте пек пысăк вут çăмхи килкарти варне ӳкрĕ, Çеркки куçне чарса пăрахрĕ те япала купи çине лат ларчĕ. Алкумне вут хыпнине курсан, Укахье çăнăхлă пысăк каткана лавккаран кăларма тăчĕ, хĕрринчен ярса илсе хăй еннелле тайăлтарса кустарса ярасшăн хытă туртрĕ. Пилĕк шăмми лачăрт! турĕ, Укахье кăларас сывлăша кăкăрта чарчĕ, вара пилĕкĕ чăтма çук ыратса кайнипе ещĕк çине пĕтĕрĕнсе ӳкрĕ. Карланкă патне вĕри хăпарчĕ... вĕри сурчăка сурас терĕ Укахье, анчах сурма ĕлкĕреймерĕ, çăварĕнчен вĕри юн хăех юхса анчĕ... Пурлăхĕнчен уйрăлса тухаймарĕ Укахье, вут хыпса илнĕ лавккарах тĕтĕмпе чыхăнса вилсе выртрĕ, вара вилнĕ ырхан ӳчĕ сутас таварпа пĕрле çунса кăмрăкланса кайрĕ...
Вут-кăвар тепĕр енне куçрĕ, Çерккипе кӳршĕри пĕчĕк пӳрте хыпса илчĕ. Кунта хуралт çук, унпа юнашар Ямшăк Михалин çурт вырăнĕ, Михаляпа юнашар сарлака йăмраллă тăкăрлăк.
Ку пушă вырăнта ашкăнса кайнă вут-кăвар валли апат пулмарĕ, тăрана пĕлмен вут çăварĕ выçăхса пычĕ, тăкăрлăк тепĕр енче тăракан Антун çурчĕ патне çитеймерĕ, чарăнса ларчĕ.
Антун арăмĕ, хăй çурчĕ тавра ухмаха тухнă кăлăк чăххи пек чупса çӳрекенскер, чарăнса тăчĕ, чĕркуçленсе ларчĕ те сăхсăхма пуçларĕ:
— Эй, турă, аслă турă! Курăр; ялйышсем, эпир тĕрĕс çынсем, пире пушар та тивмерĕ. Спасибо сана, çӳлти аттемĕр, пире вут-кăвартан сыхласа хăварнăшăн. Çирĕм икĕ кил çунчĕ вĕт, эпир юлтăмăр. Малалла та пире çапла упра, çӳлти турă!..
Ялĕпе пĕр Антун арăмĕ анчах савăнать, пĕтĕм ял макăрать те ахлатать. Тата пуян Çеркки кулянни паллă мар: вăл урам варринче шурă чул çинче ларать, ял Совет ларнă пӳрт вырăнĕнче кĕлпе туртăнма пуçланă шĕлкăвар патĕнче макăрса тăракан Паççине итлет.
— Ырă кăмăлушăн, чипер сăнушăн юрататтăмччĕ сана, Василий Карпович, юратса пĕрле пурнас тесе шутлаттăмăрччĕ, юратса уйрăлни çеç пулчĕ... Заседани пĕтнĕ çĕре кунта килме каларăн, «Пашук чунăм» тесе савса чĕнтĕн... Килтĕм-çке, килтĕм... Эпĕ килтĕм те, эсĕ çук пултăн... — куççульне кăвак чĕрçиттипе шăла-шăлачунтан татăлса макăрать Паççи.
Людмила армана пушар чанĕ çапма чарăнсан çитрĕ, тăрантас çинчен сиксе анчĕ те тимĕрç лаççи патне чупрĕ.
— Дядя Димитрий! — кăчăк туртрĕ вăл пушар чанĕ çапнине илтсенех ăна кĕтсе тăнă Изотова.
— Хăрăмланса пĕтнĕ Изотов лаçран чупсах тухрĕ:
— Чипер кайса килтĕн-и, хĕрĕм, вулăсра мĕн хыпар?
— Эпĕ килессе чипер килтĕм, вулăсра хыпарсем питĕ аван мар...
— Мĕскер унта? Пушар чапĕ мĕне пула?
— Çапăçу пуçланать пулмалла...
— Людмила, хĕрĕм, кала-ха — камсем унта?
— Унта çын питĕ нумай... дядя Димитрий, унта коммунистсене вĕлерме пухăнаççĕ... дядя...
Людмила пăлханчĕ, малалла калас сăмаха калама вăтанса кайрĕ, ун çаврака тап-таса ӳтлĕ илемлĕ пичĕ ирхи хĕвелтухăç пек хĕрелсе кайрĕ; хулпуççи таран хумпа выртакан ыраш улăмĕ тĕслĕ сап-сарă çӳçĕ витĕр тăп-тăп пĕчĕк хăлхисем те хĕрелсе кайни курăнчĕ; пĕлĕт тĕслĕ кăвак куçĕсем йăлтăртатса илчĕç.
— Мĕн ыйтасшăн эсĕ, хĕрĕм? — терĕ Изотов.
— Дядя Димитрий... Вавилов ăçта?..
— Вавилов? Вавилов волисполкомра пулмалла, урăх ăçта пултăр.
— Турă сыхлатăр, турă сыхлатăр... — питĕ шăппăн каларĕ хĕрача.
— Пит çăвас та вулăса каяс! — терĕ Изотов.
— Дядя Димитрий, лаша тăварасчĕ, — терĕ Людмила.
— Тăварас.
Изотов лаша тăварчĕ, ăна витене хупса апат пачĕ те шыв хĕрне пит çума анчĕ; Людмила Лидия патне кайрĕ. Лидия пӳлĕмĕ иккĕмĕш хутра, Корней Хрисанфович кабинечĕпе юнашар. Людмила кĕрсен, Лидия кантăк патĕнче тăнине курчĕ.
— Лида, сана самай-им? Епле тăтăн эсĕ вырăн çинчен? — савăнчĕ йăмăкĕ.
— Тăтăм... — мăнкăмăллăн каларĕ Лидия. — Эсĕ плебейпе калаçса тăнине курас тесе тăтăм. Упа пек хура тимĕрç сан савни мар-и? Ха-ха-ха! — кулса ячĕ аппăшĕ.
— Лидия, эсĕ ӳсĕр! Каллех ӳсĕр! Мĕншĕн эсĕ апла хăтланатăн? — макăрса ярас пек каларĕ йăмăкĕ.
— Ман чирпе чирлекен çын урăлла пурăнма пултараймасть, илтрĕн-и, шăши?
— Акă эмел, Халапсин пачĕ. Кунне икĕ порошок ĕçмелле: ирхине, каçхине. Иккĕрен ытла ĕçме юрамасть, терĕ.
Людмила хутпа чĕркенĕ порошоксене кăвак пурçăнпа витнĕ сĕтел çине ылтăн çĕрĕсемпе юнашар хыврĕ.
— Мĕншĕн иккĕрен ытла юрамасть вара?
— Пĕлейместĕп... Эсĕ вырт, Лидочка.
— Çук, эпĕ выртмастăп. Коньяк ĕçсен мана ялан вăй кĕрет. Кала, мĕншĕн паян пушар чанĕ çапрĕç?
— Пĕр ялта пушар тухнă, — ним иккĕленмесĕр суйрĕ Людмила.
— Ун чух мĕнле-тĕр, халĕ пĕр ялта çеç мар, — терĕ Лидия, ӳкесрен кантăк çине маччаран пуçласа урайне çити карнă чĕнтĕртен çакăнса. — Кантăкран пăх.
Людмила кантăк патне чупса пычĕ. Чăнах та, пилĕк ял çунать. Тепĕр енчи кантăк патне чупса пычĕ — Варак сăрчĕпе вĕсен арманĕ патнелле тăватă юланут анаççĕ. Питĕ хытă пыраççĕ.
Людмила пусма тăрăх виçшер-тăватшар картлашкаран сиксе чупса анчĕ, шыв хĕрринчен питне çуса хăпаракан Изотова хирĕç пулчĕ.
— Дядя Димитрий, сана вĕлерме тăватă юланут килет. Пытан, шыраса иртсе кайччăр, вара Вавилова пулăшма вулăса каятăн. Халĕ вулăсра çук вĕсем, пуртеялта; кур, ялсем çунаççĕ.
Изотов çӳлĕ çыран çине чупса хăпарчĕ.
— Сакăр ял çунать, Людмила!..
— Пытан хăвăртрах, çитеççĕ.
— Ăçта пытанас?
— Атте кабинетне, урăх ниçта та çăлăнаймастăн.
Изотов Людмила хыççăн Корней Хрисанфович кабинетне кĕчĕ, Людмила ăна хачă тыттарчĕ те сухалне касса пăрахма хушрĕ, вара фракпа манжет тăхăнтарчĕ, кантăк умне тăратса кĕнеке тыттарчĕ.
— Эсĕ манăн кукка пулатăн, Чулхуларан килнĕскер, асту вара...
Людмила чĕкеç пек хăвăрт чупкаларĕ, йĕркелерĕ, вара кухня урлă Лидия патне кĕчĕ.
Лидия çаплах кантăкран пăхса тăрать.
— Атте кабинетĕнче кам пур? — ыйтрĕ вăл йăмăкĕнчен.
— Никам та çук, — ĕнентерме тăнăччĕ Людмила.
— Епле никам та çук! Мана пурте суясшăн! Пĕри суйса мана илемсĕр чир парнелерĕ, тепри мана суйса икшер порошок çеç ĕçме юрать тет, мана чĕртесшĕн мар. Эпĕ, кур, халь, пĕр харăс саккăрăшне ĕçрĕм...
— А-а! — хăраса çухăрса ячĕ йăмăкĕ. Ун патне ыткăнса ăна ыталаса илесшĕн пулчĕ, анчах ун усал чирĕнчен хăранă вăл, хăранă та, тиркенĕ те.
— Эсĕ те мана суйма пăхатăн, — терĕ ӳсĕр аппăшĕ, — большевика пытартăн... Эпĕ пурне те куратăп... Эсĕ ăна çăласшăн... Çук, пулаймĕ. Эпĕ вĕсене тухса калатăп...
Лидия тайкалана-тайкалана алăк патнелле утрĕ.
Людмила кантăкран пăхрĕ, — хăранипе пуç тӳпинчен сĕрĕм тухрĕ: тимĕрç лаççи патĕнчен вĕсен çурчĕ патне тăватă юланут килеççĕ. Люшшана Людмила палласа илчĕ.
— Лидия, ан тух ку пӳлĕмрен! — терĕ вăл, аппăш çулне пӳлсе.
— Мĕн усси, эпĕ çухăрма пултаратăп, — йĕрĕнчĕклĕн каларĕ аппăшĕ, Людмила аллине сирсе.
Людмила аппăшĕ хыçĕнчен пусма çине тухрĕ:
— Лидия, Лидочка, тăван аппам, ан кала, ан кай! — тилмĕрчĕ вăл. Ӳсĕр аппăшĕ сăмах та чĕнмерĕ, пусма карлăкĕ патне çитсен, пусма карлăкĕ çине аллипе таянса, пусма тăрăх хăвăрт анма пуçларĕ. Людмила ăна хуса çитрĕ те кĕпинчен ярса тытрĕ.
— Ямастăп!
— Чараймастăн! — Лидия пĕтĕм вăйран туртăнчĕ. Людмила тытса чараймарĕ, кĕпине ячĕ. Лидия пĕтĕм туртăннă вăйĕпе пуçхĕрлĕ пусма çине ӳкрĕ, пĕр сас та кăлармасăр виç-тăват пусма шуса анчĕ.
Ку вăхăтлăха тăн çĕтерчĕ пулĕ тесе, Людмила айккинчи чăлан алăкне уçрĕ те аппăшне чăлана сĕтĕрсе кĕрсе арча çине вырттарчĕ, хăй, чĕтрес мар тесе пĕтĕм чун вăйне пухса, улпутла, майĕпе уткаласа, килекен юланутсене хирĕç тухрĕ.
Юланутсем алкум вĕçне çитсе тăнă.
— Здравствуйте! — терĕç вĕсем хирĕç тухакан улпут хĕрне.
— Эсир кам патнеччĕ? — мăнкăмăллăн ыйтрĕ Людмила.
— Сирĕн килте кам пур?
— Хамăр çемьерен пуçне никам та çук: аттепе Лидия Хусана кайнă...
— Çӳлти хутра кам пур, эпир кантăкран куртăмăр.
— Вăл кукка... Чулхуларан килнĕ. Купец, пĕрремĕш гильди.
Кулаксем пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç.
— Тата мĕн ыйтмалли пур? — терĕ улпут херĕ.
— Людмила Корнеевна, Изотов ăçта? — ыйтрĕ Люшша.
— Изотов пушар чанĕ çапма пуçласанах вулăса кайрĕ.
— Ытти тимĕрçĕсем ăçта?
— Ыттисене пĕлместĕп, курман.
— Чăрмантарнăшăн каçарăр...
— Нимех те мар... Халĕ ăçталла каятăр?
— Халĕ вулăса каятпăр.
— Мĕн ĕçпе, мана калăрсамăрччĕ...
— Вавилова вĕлерме! — мухтанчĕ Энтрей.
Людмила çавăнтах кĕç ӳкетчĕ. Юланутсем армантан сиккипе чуптарса тухса кайсан, шурса кайнă Людмила Изотов патне чупса кĕчĕ. Куççулĕ тулнă куçĕсене шăлмасăр Изотова тилмĕрме пуçларĕ.
— Дядя Димитрий! Хăвăртрах! Хăвăртрах кай вулăса. Вавилова çăл, илсе кил ăна кунта. Бунт пĕтиччен эпĕ ăна пытарса усрăп. Хăвăртрах. Ман лашана йĕнерле, хăвăртрах.
Изотов Людмила каламасăрах вулăса васкать. Вăл улпут лашине йĕнерлерĕ, тăватă юланут кайнă çулпа мар, урăх çулпа, вăрман витĕр, вулăсалла вĕçтерчĕ.
Людмила ăна ăсатса ярсан, Лидия çилленесрен хăраса, ун патне васкарĕ. Чăлан алăкне уçса кĕчĕ. Лидия паçăр епле вырттарнипех выртать, аллисене икĕ еннелле янă, ӳсĕр сассипе харлаттарса çывăрать.
Людмила аппăшне вăратмарĕ, хăйĕн пӳлĕмне чупса кĕчĕ те турăш умне чĕркуçленсе кĕлтума пуçларĕ. Хĕрӳллĕн кĕлтăвать Людмила. Хире-хирĕç тăрса нихçан сăмах чĕнмен, инçетрен кăна юратнă çыннăн кĕлтăвать чипер хĕр. Изотов волисполкома вăхăтра çитсе Николай Вавилова пулăшма ыйтать вăл çӳлти турăран.
Анчах Изотовăн вулăса çитмелле пулмарĕ. Вăрман çулĕпе пынă чух вăл хăйне хирĕç чупса килекен хĕрачине курса лашине чарчĕ.
— Маня, эсĕ ăçталла?
— Сан пата, атте.
— Мĕн тума?
— Анне ячĕ.
— Вулăсра мĕскер?
— ВИКра ĕçлекенсем никам та çук. Кулаксем унта кĕресшĕн. Иконсем илсе пынă.
— Николай ăçта? Волисполкомрах-и?
— Çук, Николай Петрович кăвак çутăпах Хĕрлĕ Çара кайнă, Хусана... Анне мана санпа пĕрле халех пытанма хушрĕ. Ку вăрçă мар, тет. Бандитсем, тет. Вĕсемпе çапăçма çук, вĕсене сăмах каласан та, ӳкĕте кĕртес çук, терĕ. Каяр кунтан хăвăртрах, атте.
— Сана шанчăклă çĕре леçем-ха, — терĕ Изотов Маньăна, хăй умне йĕнер çине лартса вырнаçтарчĕ те лашине каялла çавăрса чуптарчĕ.
29
Волисполком председательне ăсатса ярсан, Улангинсăр пуçне пурте саланчĕç. Хĕвел тухиччен кăшт та пулин çывăрса канас терĕç. Улангин хваттере утса вăхăта сая ярасшăн пулмарĕ, хăйĕн кабинетĕнчех выртса канма шухăшларĕ. Изотова пĕлтерме янă хăрах куçлă Сантрик часовой тухса кайсан, Улангин алăксене питĕрчĕ те хывăнмасăр коридорти сак çине выртрĕ.
Пушар чанĕ çапма пуçласан, вăл малтан ăна тĕлĕкре çеç илтрĕ, ытла ывăннипе йывăр ыйхă пуснине час сиреймерĕ. Тăрса ларсан, пушар чанĕ чăн-чăнах çапнине ăнлансан, тĕлĕнмерĕ, мĕншĕн тесен сăлтавĕ уншăн паллă пулнă. Улангин хăвăрт çеç кантăк патне пычĕ. Пушар таврашĕ чăнах та курăнмарĕ, чиркӳ патĕнче виç-тăватă çын курăнчĕ, урăх нимех те паллă пулмарĕ. Чан çапма чарăнсан, чиркӳ патĕнче пĕтĕмпех лăплансан, часовой Сантрик таврăнчĕ.
— Изотов ăçта? — ыйтрĕ унран Улангин.
— Çитсе каларăм, халех килет, арăмĕ патне кĕрсе юлчĕ, — пĕр такăнмасăр суйрĕ хăрах куçли.
— Чиркӳ патĕнче мĕскер?
— Чиркӳ патĕнче нимех те мар… Пĕр çăра ванчăккине Трошка курнă та чан çапса ячĕ ухмах. Староста Муçук чупса пычĕ унта, виççĕн-тăваттăн тата пуçтарăнкаларĕç, пĕр çăри вырăнĕнчех, нимех те пулман тесе саланчĕç… Эпĕ унтан иртсе килтĕм.
— Пирĕн ĕçлекенсем мĕншĕн килмеççĕ-ха?.. — хăй тĕллĕн тĕлĕнсе ерипен каларĕ Улангин.
— Халĕ ир. Вăхăчĕ çитсен килĕç-ха, — питĕ лăпкăн, ним пулман пек мĕшĕлтетрĕ Сантрик.
— Кайса чĕн!
— Мĕне кирлĕ вĕсене чĕнме?
— Чĕн!
— Каям эппин... пурне те-и?
— Ямщикова чĕн, следователе тата Шерхуллана.
— Хăвăртрах.
— Юрĕ... — мăраннăн тухса кайрĕ Сантрик.
Кĕтнĕ чухне вăхăт ытла час иртмест. Питĕ вăрах кĕтнĕ пек туйăнчĕ Улангина, вăхăт нумай иртрĕ пек, вулăс ялĕнче çаплах шăп, волисполкома килме мар, урампа пĕр çын та иртсе кайни курăнмарĕ. Улангин хăй кайма тăнăччĕ — алăкран шаккарĕç.
— Кам унта?
— Эпĕ, Шерхулла.
— Мĕншĕн пĕччен?
— Кампа килмеллеччĕ?
— Эпĕ сире пурсăра та чĕнтертĕм.
— Кама?
— Сантрике ятăм...
— Пирĕн пата Сантрик мар, кушак та пырса тухман. Эпĕ хам килтĕм. Чан çапма пуçласан, çветтуй пӳрчĕ патнелле вăрттăн пăхрăм та, эй-уй унта халăх!..
— Камсем унта?
— Чухăнсемех çук унта... пурте сукна тумлисем.
— Акă мĕскер, Шерхулла тусăм, вулăса тухса каяс пулать. Темтепĕр хăтланса ан çӳреччĕр вĕсем.
— Эпĕ те çавна калатăп çав. Эпир пурте пĕрле тухса каяс терĕмĕр, юлташсем лашасене шăвараççĕ.
— Тăватсăр та пуçтарăнăр, эпĕ те пыратăп, — васкама пуçларĕ военком.
— Кунта кам юлĕ?
— Изотов çитмелле.
— Вăл килсе çитсен пырăн, вăл килеймесен, эпир сансăрах каятпăр.
— Арăмĕ патне кĕрсе юлчĕ терĕ ăна Сантрик, эсĕ ачасен çуртне кĕрсе васкат ăна. Ман лашана кунта çавăтса килĕр.
Якшĕ…
Улангин Изотов килессе кĕтсе тăчĕ. Изотовĕ çитеймерĕ, ыттисем те килмерĕç. Стена çинче çакăнса тăракан пысăк сехет саккăр çапрĕ. Улангин шикленме пуçларĕ. Акă килкартине тăватă юланут килсе кĕчĕç: вĕсен хушшинче Шерхулла, Станук Макçи.
— Изотов çитрĕ-и? — ыйтрĕ Макçи.
— Çук, çитеймерĕ...
— Ямшăк Михали хваттерĕнче çук, алăксем яри уçă. Нарследователь те килте çук, — терĕ Шерхулла...
— Апла эсир мансăрах кайăр, волисполкома пăрахса хăварма юрамасть. Ял-ялĕнче лару-тăру пирки мана хăвăртрах систерме тăрăшăр, — çапла каласа ăсатса ячĕ Улангин вулăсри пур пек милицине.
Минут сехете тăсăлчĕ, сехет пĕр эрне пек вăрăм пулчĕ Улангиншăн. Пĕри те килсе нимĕн те пĕлтермерĕ. Пĕччен тухса каяс — кулаксене тĕл пулсан: «Мейĕр, мана вĕлерĕр!» — тени çеç пулса тухать, волисполкома та кулаксен аллине ирĕкпе пани пулĕ... Çук, тухса кайма юрамасть.
Ним тума пĕлмен енне вăл почта шăнкăртаттарчĕ.
— Вас внимательно слушает начальник почты Канцеляров! — кăпăш усси витĕр хаваслăн калани илтĕнчĕ.
— Канцеляров, сирĕн тавра мĕн хыпар пур? — ыйтрĕ Улангин.
— Нимех те çук, пурте лăпкă. Сирĕн шухăшпа мĕн пулмалла пек?
— Халлĕхе нимĕн шухăш та çук.
— Ах, хăрататăр та эсир мана, товарищ военком.
— Уездпа связь йĕркеллине тĕрĕсле, тен, телефонограмма памалла пулĕ.
— Ман почтăра яланах пурте йĕркеллĕ, хушăр кăна: пĕр минутра пурте хатĕр пулать, тархасшăн!..
Улангин тата тем каласшăн пулчĕ, анчах, Сантрик килнине курсан, трубкăна çакрĕ те алăк уçма пычĕ.
— Чĕнтĕн-и?
— Ямщиков патне хваттерне кайрăм — вăл Чинукпа йăмăкĕ патне туй тума Чишмана тухса кайнă терĕç. Авланма шутланă пирĕн çĕр комиссарĕ...
— Тĕлĕнмелле! — икĕ пĕççине шарт çапрĕ тĕлĕннĕ Улангин. — Тупнă вăхăт! Нарслед ăçта?
— Веселов нарслед та, Викторов финотдел та, Ксенофонтов деловод та — пурне те Ямщиков хăй патне туя чĕннĕ. Пурте унта, Чишмара, Крахьян патĕнче...
— Мана епле чĕнмесĕр хăварнă? — Сантрик сăмахне ĕненсех кайман пирки хăйне чĕнменрен тĕлĕннĕ пек каларĕ Улангин.
— Хисеплемерĕ пуль... — мăрлатрĕ Сантрик.
Вĕсем калаçса тăнă чух кантăк çине хĕрлĕ сăн ӳкрĕ.
— Пушар!
Сантрик ватă çынла мар хăвăрт пӳрт тӳпине хăпарса кайрĕ, ун хыççăн Улангин.
— Хăш ял-ши ку? — тинкерсе пăхса тăчĕ Улангин.
— Ха вăйланать, ха вăйланать... Кур, тепĕр вĕçĕнчен — тепĕр пушар!..
— Ку Çăкалăх, икĕ вĕçĕнчен те çунать, тем тесен те Çăкалăх, — уйăрса илчĕ Улангин.
Нумай та тăмарĕç, тепĕр пушар сиксе тухрĕ.
— Ку Йĕлмекасси вара, — тӳрех пĕлчĕ Сантрик. — Эй-ай-ай, чан çапакан та çук ĕнтĕ.
— Чиркӳ хуралçи ăçта?
— Трошка тарнă.
— Акă пирĕн ялта вут çĕкленчĕ... Хăвалăх çунать.... Паллах, манăн кил-çурт çунать!
Улангин пӳрт тăрринчен чупса анчĕ те телефон патне пычĕ:
— Алло! Почта! Почта! Канцеляров!..
Хирĕç сасă пулмарĕ, сасă мар, телефон пралукĕ кĕрлесе тăни те çук.
— Пралука татнă!
Улангин çырма ларчĕ. Малтан вăл уезда кулак пăлхавĕ пуçланни çинчен пĕлтерсе телефонограмма çырчĕ, вара тепĕр хут çине Канцелярова çак телеграммăна хăвăртрах пама приказ çырса алă пусрĕ.
— Сантрик, хăвăрт çак хута почта кайса пар!
— Çук, эпĕ кунтан тухмастăп. Кур, кулаксем унта-кунта чупкалаççĕ.
Çав вăхăтра алăка шаккани илтĕнчĕ.
— Кам унта? — ыйтрĕ Улангин.
— Эпĕ ку, Кевриш пичче! — уйăрчĕ вăл Иркка сассине.
— Эсĕ мĕншĕн макăратăн, Иркка?
— Кевриш пичче, — ĕсĕклесе макăракан Иркка аран-аран сывлăшне çавăрса калама пуçларĕ. — Манăн атте таçта ĕнтĕ... Лаша хваттере таврăнчĕ, Шерхулла пичче лаши те таврăнчĕ, ун лаши çинче йĕнерĕ те, йĕвенĕ те пур, пирĕн лаша çинче йĕнерĕ те, йĕвен те çук... Атте ăçта-ши манăн?
— Иркка, тен, килĕ-ха аçу... ан макăр-ха. Эсĕ çак хута Канцелярова почта кайса памăн-ши?
— Мĕн хучĕ вăл?
— Уезда телефонограмма...
— Кӳр, чупса çеç кайса парăп, — макăрма чарăнса каларĕ хĕрача, куçĕсенчен юхса тухнă куççульне шăлкаласа.
— Асту Иркка, кулаксен аллине ан лек, хăвăрт чуп!
Иркка телефонограмма ямалли хута илчĕ те урампа каймарĕ, пахча витĕр чупрĕ. Вăл волисполком пахчинчен тухса тепĕр пахчана кĕрсен çаврăнса пăхрĕ: волисполком тавра кулаксем пухăнма пуçланине курчĕ, хăраса йывăçсем хушшине пытанчĕ. Ача-пăчаллă вичкĕн куçĕсемпе урамра мĕн пулса пынине сăнама пуçларĕ.
Волисполком кантăкĕсем умне юланутлă кулаксем пĕр ушкăн çуран çын хăваласа пычĕç. Ку çынсен тумĕсем çуркаланса пĕтнĕ, унта-кунта юнланни те пур. Палланă çын çук-ши тесе питĕ пăхрĕ Иркка, çук, палланă çын çук. Веçех палламан çынсем, вун икĕ арçын, тăватă хĕрарăм, пĕр хĕрарăмĕ пĕчĕк ачаллă.
Урамăн тепĕр енчен тĕпĕртеттерсе каллех пĕр ушкăн юланут тухрĕ, вĕсем хăваласа пыракан çынсен аллисене кантрапа çурăм хыçне çыхнă. Иркка кĕç çухăрса яратчĕ — тăваттăшне те Иркка палларĕ: Михаля пичче утать, сылтăм тăнлавĕнчен юн сăрхăнса пырать, тин çеç çапна пулмалла; финотдел заведующийĕпе Викторовпа юнашар Веселов нарследователь утаççĕ, вĕсем хыççăн хăрах урине яран-аран сĕтĕрсе Ксенофонтов делопроизводитель утать. Тарма пикеннĕшĕн çапнă-ши кăна, е илемлĕ утнишĕн кĕвĕçсе амантнă-ши ун урине? Питĕ шел!
Хӳтерсе килнĕ çынсене пурне те волисполком умне тăратрĕç.
— Ах, — тет Иркка хăй ăшĕнче, — ку çынсене вĕлерес шутпа хӳтерсе килнĕ... хăвăртрах уезда пĕлтересчĕ, чупас...
Иркка почта чупсах кĕчĕ.
— Кам кирлĕччĕ? — ыйтрĕ Канцеляров.
— Мана почта начальникĕ кирлĕ.
— Эпĕ почта начальникĕ. Мĕн калăн?
— Акă хут... Улангин пачĕ... Ырă çыннăм, эсĕ уездрисене хăвăртрах пĕлтер...
— Мĕншĕн питĕ васкамалла, хĕрĕм?
— Епле мĕншĕн? Вĕлереççĕ вĕсене...
— Вĕлереççĕ? Хм... Эсĕ мĕн ятлă?
— Эпĕ И... — Иркка малалла каласа пĕтереймерĕ. — Мĕн тăватăн эсĕ ман ятпа, вăл кунта ниме те кирлĕ мар.
— Çапла... Кам хĕрĕ эсĕ?
— Вăтакасри вăртах хĕрĕ.
— Каях. Кăна халех çаптаратăп, — терĕ Канцеляров. Иркка урама тухма хăрарĕ, пахчапа хваттере чупрĕ. Волисполком умĕнче кулаксем тата сахăрла та сукналла кĕрĕшсе килнĕ куштансем çĕмĕрсе тăраççĕ, кантăкран курнă Улангина тухма хушаççĕ.
— Тух, военком, унсăрăн çак çынсене сан умăнтах вĕлерсе пĕтеретпĕр!
— Эпир сана тивместпĕр, тух кунта! Çав вăхăтра Энтрей волисполком тăрне хăпарса ялав улăштарчĕ: хĕрлĕ ялав вырăнне шурри çакрĕ.
— Тух, Уланкă! Мĕскер шурă хлак айĕнче ларатăн! Е пирĕн майлă пулма соклаç-и?
— Саланăр кунтан ырăпа! Перетĕп! — тет Улангин, тимĕр решетке антарнă кантăк витĕр.
Айккинерех Тилли Куçми, Туров Агельскипе канаш туса тăраççĕ:
— Винтовка, винтовка кирлĕ пире!
Улангина сĕтĕрсе тухмалла, винтовкăсем волисполкомра пулмалла.
— Пуртăпа та касса пĕтерме пулать ку большевиксене, — ĕнентерет Туров.
Агельский тиркесе сăмсине пĕрчĕ:
— Кăмăлсăр апла... бандитла... Эпĕ çар çынни, пур ĕçре те çар йĕркине пăхăнма вĕреннĕ. Винтовка çителĕклĕ пулнă пулсан, пĕр залп кăна, ну, иккĕ... пĕтĕмпех таса, йĕркеллĕ пулĕччĕ. Сенĕк-турта вăрçине кăмăлламастăп эпĕ...
— Унта шалта, шалта, Сантрик пур, — пăшăлтатать Тилли Куçми. — Халех уçса кĕртĕ.
Кантăк умĕнчисем хăйне май çĕмĕрсе тăраççĕ.
— Тух, Уланкă!
— Эсир хӳтерсе килнĕ çынсене саланса кайма ирĕк парăр, вара эпĕ сирĕн пата тухатăп, — тет Улангин.
— Эсĕ тухмасан, эпир вĕсене вĕлеретпĕр!
— Калаçса татăлар: эпĕ тухсан мĕн тăватăр?
— Ан тух, военком, ан парăн, вĕсем пирĕнпе пĕрле сана та вĕлереççĕ, — кăшкăрчĕ Веселов нарследователь.
— Ан кăшкăр, шапа çăварĕ! — темиçен Веселова çапса çĕре ӳкерчĕç.
— Мĕскер эсир тискерле хăтланатăр! Тыткăна илсе килнĕ çынсем саланччăр, вара эпĕ сирĕн пата тухатăп! — тепĕр хут каларĕ Улангин, анчах хăрах куçлă Сантрик подвал алăкне уçса чăлан урлă волисполкома пăлхавçăсене кĕртсе тултарнине пĕлмен. Кулаксем чĕрне вĕççĕн зала кĕме пуçларĕç. Пурте кĕрсе пĕтсен, Агельский команда пачĕ.
— Ур-ра! — кĕтмен çĕртен аçа çапнă пек янраса кайрĕ волисполкомра.
Улангин сĕтел çине хунă револьверне илес тесе кантăк патĕнчен çаврăнчĕ — револьвер çук. Çав самантра алăк уçăлчĕ, кулак эшкерĕ кабинета кĕрсе тулчĕ. Кулаксем хушшинче Сантриков курăнчĕ.
— Сутрăн? — çак çынна шаннă пирки хăйĕнчен хăй тарăхрĕ Улангин.
— Лар! — приказ пачĕ Агельский, сĕтел хушшине ларса. Тепĕр енчен Улангин ларчĕ.
— Кала, винтовкăсем ăçта?
— Допрос?
— Допрос...
— Курман, илтмен, пĕлместĕп.
— Эпĕ сана персе пăрахма пултаратăп!
— Вилсен эпĕ пушшех нимĕн те калаймастăп.
— Винтовкăсем ăçта? — чышкипе сĕтел çапса ыйтрĕ Агельский.
— Мĕне кирлĕ сире винтовка?
— Чарăн камитленме! Ăçта пытартăн?
— Каламастăп.
— Ах, каламастăн?!
Агельский Улангина кабинетра допрос тунă вăхăтра кулаксем зала тухса васкасах волостной старшина суйлаççĕ.
— Чиркӳрен иконсем илсе килес, православнăйсем! — тет Туров.
Иконĕсем хатĕр. Алăк пысăкăш икĕ турăш илсе кĕчĕç. Стенасем çинчен плакатсене, лозунгсене, хĕрлĕ тĕслĕ мĕнпур япалана вăтăрса илчĕç, пĕр купа туса таптарĕç. Тĕпелти кĕтесе икĕ икон вырнаçтарчĕç, вĕсен умне çурта çутрĕç.
Килкартинче темле шăй-шай илтсен, кунĕпе пĕр вăранмасăр çывăрнă ӳсĕр пуп, халĕ вилесле мухмăрпа аптăранăскер, тĕрме алăкне çĕмĕрет анчах:
— Уçăр! Ăçта кĕрсе кайнă эпĕ? Тархасшăн, каласа парăр мана, ăçта эпĕ?
Капла алăка тапа-тапа ури ыратса кайрĕ, никам та уçмасть, никам та чĕнекен çук. Мĕн тăвас? Пуп ăс тупрĕ: мăн сассипе кантăка кисрентерсе юрласа ячĕ:
— Христос вилĕмĕнчен чĕрĕлнĕ!..
Килкартинчисем те, залрисем те юрра илтрĕç, епле илтрĕç, пурте чĕркуçленсе ларса сăхха печĕç.
— Пирĕн влаç тĕрĕссине турă хăй курчĕ! Эй, çӳлти аттемĕр! — сарлакан сăхсăхрĕ Тилли Куçми, урайне çамкипе лектерсех пуççапрĕ.
Сантрик тĕрме алăкне пырса уçрĕ.
— Ăçта эпĕ, хаклă çыннăмăрсем? — тет пуп, ун-кун пăхкаласа.
— Çĕвĕ влаç, хамăрăн, ĕлĕкхи. Кантурта старшина суйлаççĕ. Турăшсем илсе килнĕ. Куратăн, тăрринче те шурă хăлак.
— Кĕрсе кĕлту хамăр влаçшăн, батюшка! — чĕнчĕ ăна Туров.
Пуп вăрăм тумтир аркисене аллисемпе çĕклесе пусма çинчех юрлама пуçласа кĕчĕ:
— Благословен бог наш всегда:
И ныне, и присно, и во веки-веков!..
— А-а-а-аминь! — питĕ кӳнĕ пулса юрларĕç чĕркуçленсе тăнă кулаксем. Вĕсен йăл кулса тăран савăнăçлă пичĕсене пăхсан, ку çынсем çын вĕлерме мар, кушак-кайăка та тивме хăяс çук пек; уйри сар чечеке те таптаса утма хăяймаççĕ пек туйăнать.
— Большевиксен ирсĕр ĕçĕсемпе, килĕшӳсĕр сăмахĕсемпе вараланнă çакă çурт ăшчикки турă умĕнче тасалтăр! Çавăншăн эпир сан умăнта куççуль юхтарса кĕлтăватпăр-ă-ăр! — янрать пуп сасси.
— Эй, турă, çырла-а-ах! — хорпа юрларĕç залрисем.
Пурте калама çук йĕркеллĕ пулчĕ. Волисполком çуртне турă хушнă пек большевиксенчен тасатсан, старшина суйлама пуçларĕç. Калаçса татăлнă пек, старшинана Туров Мирона суйласа лартрĕç, тиеке — Димитрий Варламова. Суйланă хыççăн пуп каллех кĕлтурĕ, турăран тин суйланă «тĕрĕс влаçшăн» сăвап ыйтрĕ, вара пурне те хăй çумĕнчи пысăк кĕмĕл хĕресне чуптутарса çĕнĕрен суйланă çынсене пăхăнса пурăнма присяк ирттерчĕ.
Кĕр еннелле сулăннă вăхăтра кун кĕске. Хĕвел чылаях аннă, тепĕр çур сехетрен пытанать те пуль. Пĕлĕт хĕрри хĕп-хĕрлĕ, те пушарсен сăнĕ çапнă, те çынсен юхнă юнĕпе пĕвеннĕ. Çил чарăнасшăн мар, сайраланма пуçланă йывăçсем хушшинче усаллăн шăхăрать, мĕскĕннĕн йĕрет; çынсен Ăтăл пек сарлака хуйхи-суйхишĕн йĕрет пулĕ кĕркуннехи çил...
Волисполком мар ĕнтĕ, кантур ятлă çак улпут çурчĕ. Кантурта симĕс сукна витнĕ сĕтел хушшинче старшина Туров ларать, кантур тăрринче шурă ялав вĕлкĕшет. Тимĕр решеткеллĕ пӳлĕме Улангина питĕрсе лартнă, винтовкăсем ăçтине каличчен ăна шыв та, апат та памалла мар. Кантур умĕнче ларакан тыткăна лекнĕ çынсене пурне те килкартинче кĕтесре ларакан тĕрмене хăваласа кĕртрĕç, пысăк çăрапа питĕрчĕç. Килкарти тулли пăлхавçăсем тăраççĕ.
Кантурта çĕнĕ старшина хăйĕн чи çывăх тусĕпе, Тилли Куçмипе, вăрттăн калаçать:
— Кузьма Дорофеич, пире Агельский урăх кирлĕ мар... ăна винтовка çеç кирлĕ, вăл пирĕн пурнăçа ăнланмасть...
— Ăçтан ăнлантăр, мĕн пурлăхĕ пур ун — çийĕнчи кăчăр-кăчăр тумĕ тата пуçĕ çинчи кăтри... хе-хе-хе...
— Вăл пире кĕçĕр кансĕрлет...
— Кансĕрлет, — килĕшрĕ Тилли.
— Ку тытса килнĕ хĕрлĕ пыйтăсене ирччен вĕлерсе пĕтермелле, сенĕк-пуртăпа вĕлернине килĕштермест имĕш Агельский. Кайтăр вăл... Хăнана, тейĕпĕр.
— Варламов Димитрипе пĕрле кайччăр вĕсем патне. Пире Варлам ывăлĕ те кирлĕ мар... Люшша вĕсен молодецă, ăна юлма каламалла.
Канаш туса ларакансем патне Агельский пычĕ.
— Господин старшина, Улангинран винтовкăсем ăçтине епле майпа пĕлме пулать? — ыйтрĕ вăл шĕвĕр пӳрни вĕçĕсемпе сĕтеле шăкăртаттарса.
— Александр Агеевич, эсĕ ывăнтăн пулĕ, миçе каç çывăрмасăр ирттертĕн. Эсир Варламовпа вĕсем патне Йĕлмекассине кайса канăр-ха, ирхине тăрă пуçпа шутласа пăхăпăр. Власть пирĕн алăра ĕнтĕ, шанчăклă.
Килĕшрĕç. Тухса кайсан Агельский таврăнчĕ те асăрхаттарчĕ:
— Астăвăр вара, Улангин тухса ан тартăр. Тен, эсир большевиксене хĕнеме пуçлатăр, Улангина ан тивĕр, ман унран винтовкăсем ăçтине ыйтса пĕлесех пулать, унсăрăн эпĕ кунта килни пачах усăсăр.
— Каламасан вара? — йăскăнăн ыйтрĕ старшина.
— Каламасан вара выçăпа вилтĕр.
Çапла приказ хăварса, Агельский Димитрий Варламовпа пĕрле, икĕ юланут, Йелмекассине тухса кайрĕç.
Çар çынни вулăсран тухса кайсан, Туров Мирон хăйне мухтав сывлăшĕпе вĕçме çунат сарчĕ.
— Куçма кум, — терĕ вăл Тилли Куçмине, — залра пирĕн ырă халăх канса лартăр, ыйхă килет пулсан, выртса канччăр, эпир кабинета кĕрсе тумить тăвар-ха.
Туров Мирон хушнине Тилли Куçми килкартинче тăракан хăйсен çарне тухса каларĕ. Кулаксем сухаллисем те, тимĕр çыртса татас пек вăйпитти, вăрçа каясран укçа парса юлнă ывăлĕсем, кашкăр пуçлă дезертирсем, табакла, сахăрла, çитсăлла тара кĕрĕшсе килнĕ сарлака çăварлă ял куштанĕсем сенĕк-пурттисене хул хушшине хĕстерсе зала кĕрсе урайне тăсăлса выртрĕç.
Кабинетра пуçлăхсем «тумить туса» лараççĕ.
30
Хĕвел анчĕ. Хĕвеланăç енче пĕлĕт хĕрри кăшт хĕрлĕ тăни çĕре пĕчĕк кăна çутă ӳкерсе тăчĕ, вăл та сӳнсе ларсан тĕнчене хура хар карса илчĕ.
Татăлса макăрать Иркка килкарти варринче хăйсен Хамитька лашине мăйĕнчен ыталаса.
— Ялта пирĕн кил-çурт çуннă пуль... Аннепе Петюка вĕлерчĕç пуль... Ăçта хăвартăн, Хамитька, манăн аттене? Мĕншĕн эсĕ ăна илсе килмерĕн? Эпĕ тăлăха тăрса юлтăм-çке... Чинук аппа та кулаксенчен упранса юлаймарĕ пуль... Лисук та вăрçăра ĕмĕрлĕх нӳр тăпра çине йăванса выртса юлчĕ пуль... Иксĕмĕрех юлтăмăр пулĕ, Хамитька, манăн ылтăн тĕслĕ лашам!.. Кĕçĕре пире ниçта та вырăн çук, пӳрте кĕме хăратăп, майра аппа та урине хуçнă, больницăра выртать... Ах, ăçта кайса мĕн тăвам-ши?..
Татăлса макăрать Иркка, ун куçĕсем улма пек шыçса хĕрелсе кайнă, пичĕ тăрăх шĕпĕртетсе юхакан куççульне вăл шăлма шухăшламасть те, макăрать те макăрать. Сарă лаша çемçе тутисемпе Ирккана кĕпинчен çыртать те турткалать, кунĕпе ун çурăмĕ çинчен йĕнер анман, кунĕпе ăна шăваракан пулман, ăслă лаша шыв ыйтса пĕчĕк хĕрачана ачашланă пек кĕпинчен турткалать. Ирккан хурланнă чунĕ кăна хăйне май ăнланса пушшех макăрма пуçлать.
— Лашам, эсĕ мана, тăлăха, хĕрхенетĕн-çке... Çак ачана пăхакан никам та юлман тесе мана ачашласа тăратăн-и, тăванăм... — Ирккан макăрма куççулĕ те юлмарĕ, сасси те тытăннă, вăл пĕтĕм çурăмĕпе туртăнкаласа ĕсĕклет.
Хапха патĕнче юпаран кăкарнă тимĕр кăвак улăпла лаша малти сылтăм урипе çĕре кукалесе илчĕ, вăл та шыв ыйтать. Ури çинче кĕмĕл тĕслĕ таканĕ чула перĕнсе вут хĕлхемĕ кăларать, тĕттĕмре хĕлхемĕсем ывçипех сирпĕнсе тухни курăнать. Шерхулла лаши кĕçенсе тĕттĕм сывлăша пĕр самант чĕтрентерчĕ.
— Шерхулла пиччене чĕнетĕн-и, тăлăх улăп? — Иркка тимĕр кăвак лаша патне ерипен утса пычĕ. — Тăлăха юлтăм тесе хурланатăн-им, тимĕр кăвакăм?.. Ан хурлан,эпĕ сана пăрахмăп. — Иркка аллине тăсрĕ те пӳрни вĕçĕсемпе лаша мăйне ачашларĕ, патнерех çывхарма хăрарĕ. Тимĕр кăвак лаша мăйне кукăртса пуçне Иркка еннелле çавăрчĕ, тăватă урипе пĕрин хыççăн теприне çăмăллăн пускаласа кĕлеткипе пăрăнса тăчĕ, шăна-пăван хăваланă чухнехи пек тирне чĕтретсе илчĕ те тутипе хĕрача еннелле туртăнчĕ.
Хурлăх — хăй тĕллĕн, пурăнăç — хăйне май. Макăрса пулнă инкеке тӳрлетеймĕн.
— Шăвармалла пулĕ сире, — терĕ Иркка, Шерхулла лаши патне пырса хыпашлама хăрарĕ, Хамитька патне пычĕ те йĕнерĕ айне аллине чиксе пăхрĕ, çилхи айне хыпашларĕ. — Типрĕр ĕнтĕ, шăварсан та юрать, — терĕ Иркка. Икĕ лашине çавăтса Атăл хĕрне утрĕ.
Лашасем палланă çулпа хаваслăн утрĕç, чупса кайма та хатĕр пулчĕç, анчах Иркка вĕсене чуптармарĕ, чарсах пычĕ.
— Тпру! Тпру! Чупсан шыв ĕçме юрамасть, шыв ĕçсе тăрансан чуптаратăп акă, — куççулĕ витĕр сăмах хушать вăл лашисене.
Хăйăрлă шыв хĕрри патне çитсен, тимĕр кăвакки пуçне сĕлтсе Иркка аллинчен чĕлпĕре вĕçертрĕ те Атăла чупса кĕчĕ, шывĕ кăкăрĕ таран çитсен сăмса шăтăкĕсене чарса ĕçме пуçларĕ, Хамитька шыв хĕрне йĕркеллĕн анса чĕркуççи таран Атăла кĕрсе кайрĕ, шыв патне пуçне антарчĕ.
Тимĕр кăвак лаша ĕçсе тăрансан пуçне çĕклерĕ, Атăлпа пĕлĕте уйăрса илме çук тĕттĕмре хуçишĕн тунсăхласа вăрăммăн кĕçенчĕ.
Ихо-хо-хох! — ярăнса, хуммăн-хуммăн кайрĕ Атăл тăршшĕпе. Ĕçсе тăраннă лаш сапаслăх пултăр тесе тата тепре пĕшкĕнсе шыва иккĕ-виççĕ çăтсан, сасартăк пуçне çĕклерĕ те икĕ хăлхине чăнк тăратса, Хусан еннелле хытса кайнă пек пăхса тăчĕ, хăйĕн сисĕмлĕ хăлхипе тем илтрĕ. Иркка та итлерĕ, анчах лашасен тутисем çинчен Атăла тумламсем чанклатса ӳкнине çеç илтрĕ. Сасартăк хура тĕнчене пĕр çĕрте çутатса вут капанĕ сикрĕ, ун хыççăнах инçетри аслати пек кĕрлеттерни илтĕнчĕ. Тимĕр кăвак лаша шывран хăйăр çине сиксе тухрĕ, хăйне кура йĕркелĕхе пăхăнса ун чĕлпĕрне Иркка тытасса кĕтсе тăчĕ.
Иркка макăрма мар, нăшлатма та чарăннă, васкаса йĕнер ункине урине лартрĕ, кайăк пек çăмăллăн çĕкленсе йĕнер çине ларчĕ, Шерхулла лашин чĕлпĕрне Хамитька мăйне тăхăнтарчĕ. Халĕ ĕнтĕ ăçталла каяссине хăй те пĕлмест, тĕлĕрсе кайнă пек Хусан енче пĕрин хыççăн тепĕр çутăсем сиксе хăпарнине пăхать, инçетрен хумпа килнĕ пек çĕмĕрсе тăракан сасăсене итлет.
— А-а-а! Вĕлерчĕ-ĕç! — çĕрлехи тĕттĕме вичкĕн çĕçĕпе каснă пек çивĕччĕн хăлхана пырса кĕчĕ çинçе сасă. Ун хыççăн пĕчĕк ача шари çухăрса ячĕ те шăпланчĕ. Унтан ытла сасартăк, команда панă хыççăнхи пек, волисполком патĕнче шав пуçланчĕ. Тискеррĕн çухăрни, çухăрса йынăшни, вилес умĕнхи ылхану сăмахĕсем...
Иркка лашисене вырăнтанах сиккипе чуптарса кайрĕ. Хăйсен хваттерĕ тĕлне çитсен лашисене чармарĕ, тĕттĕм пӳрте, унтан пушшех тĕттĕм витене кĕме вăл пурпĕрех хăрать. Иркка Маня амăшне курасса шанса ачасен çурчĕ патнелле çул тытрĕ.
Ачасен çуртĕнче шăп, лăпкă утраври пек. Каçхи апат çинĕ хыççăн ачасем тутлă çывăраççĕ. Апат пĕçермелли пӳлĕмре хура çӳçлĕ çинçешке çамрăк хĕр вĕри шывпа шурă турилккесем çăвать, çурма сасăпа юрă юрлать.
Алăкран ун патне Татьяна кĕчĕ.
— Час çуса пĕтеретĕн-и? — ыйтрĕ вăл.
— Мĕн-маччĕ? — ыйтрĕ хура çӳçлĕ хĕрача.
— Аллуна çу та мана тумланма пулăш-ха, — терĕ Татьяна, чунĕ хăраса чĕтренине сасăра палăртас мар тесе, юри хытăрах та куларах каларĕ. Хĕр çаврăнса пăхрĕ:
— Апайтуру-у! — тĕлĕннипе шарт çапрĕ пĕççине хура çӳçлĕ хĕрача, Татьяна çине пăхса. — Патша майри пек!
Чăнах та ачасен çӳрчĕн заведующийĕ Татьяна Николаевна Изотова патша майри пек тумланса тăнă. Пуçĕ çине тĕрлĕ йăлтăркка япаласемпе илемлетнĕ кокошник тăхăннă. Кокошник хĕррипе çĕлесе тухнă витĕр курăнакан шарăх çурăмĕ тăрăх пилĕкрен иртсе тĕтĕм явăннă пек хумханать. Çутă кăвак кофти Татьяна стайлă кӳле-пине çăтах авса илнĕ, çаннисем темиçе хутлă аркăллă, арки вĕçĕсене халех вĕçсе каяс лĕпĕшсем пек шурă чĕнтĕр тытнă. Мăйĕ çине тĕрлĕ тĕспе йăлтăртатса тăракан тăватă ярăм шăрçа çакнă. Аллинчи кашни пӳрнинче тенĕ пекех йăлтăркка куçлă çĕрĕ. Сараппанĕ тĕттĕм хĕрлĕ тĕслĕ, урайне çити вăрăм. Пилĕкне шурă сарлака пиçиххи çыхнă тăхи ылтăн тĕслĕ.
— Илемлĕ-и? — терĕ Татьяна, çурăмне кăтартас шутпа çаврăнса тăрса.
— Илемлĕ, питĕ илемлĕ, хăвах çĕленĕ тесе калас та çук. Ну, Татъяна Николаевна, ку спектакле лартнă чух хам та пырса куратăп. Мĕн ятлине вылятăн-ха эсĕ унта?
— Островский çырнă «Гроза» ятлă драмăра эпĕ Катеринăна вылятăп. Юлашкинчен, Атăл хĕрне тухнă чухне, çапла тăхăнса тухатăп.
— Пит илемлĕ! Тачкарах йĕп пар-ха, пиçиххи вĕçне çĕлесе вырнаçтарам. — Татьянăран йĕп илейчĕ, тулти алăка такам хытă шаккарĕ. Татьяна сарафан аркине алăпа тытрĕ те алăка уçма тухрĕ.
— Кам унта? — ыйтрĕ вăл.
— Эпĕ! Татьяна аппа, уç-ха хăвăртрах! — терĕ Иркка.
— Мĕн пулнă? — ыйтрĕ Татьяна, Иркка икĕ лаша çавăтса тăнине курсан.
— Татьяна аппа, лашасене пытарасчĕ. Шерхулла пичче те, пирĕн атте те таçта, таврăнмарĕç... Халĕ волисполком патĕнче тĕнче кĕрлет... Хусан енче вĕçĕм тупăран переççĕ.
Иркка каласа пĕтереймерĕ, Татьяна Николаевна та ним чĕнме ĕлкĕреймерĕ, темиçе лаша ури сасси сиккипе çывхарса килнине илтрĕ.
— Лашусемпе пĕрле сарайне кĕрсе пытан, — терĕ Татьяна Ирккана, лашине хапхаран килкартине кĕртсе ячĕ, хăй алăка питĕрмесĕрех каялла пӳлĕме чупса кĕрсе тăчĕ. Ним тума пĕлмесĕр хăранипе чĕтрекене ернĕ тутисене аллипе тытрĕ. Кăмака хыçне пытанас тесе пĕр утăм сикрĕ, анчах чарăнчĕ. Ун пуçĕнче шухăш çиçĕм пек хăвăрт ĕçлени палăрчĕ. Кăмака патĕнчен сетел патнелле ыткăнчĕ, спектакль валли хатĕрленĕ грим тытрĕ, хăранипе кăвакарса кайнă тутине хĕрлĕ сăрăпа пĕветрĕ, çинçе хура кăранташпа сăмси тăрринче çамки урлă икĕ усал йĕр хывсан, зеркал çине пăхса илчĕ. Зеркал çинчен ăна хирĕç усал та çиллес мăнкăмăллă йăлтăркка кокошниклĕ пуян майра пăхрĕ. Алкумĕнче ура сасси илтĕнсе кайрĕ. Татьяна страус хӳринчен тунă сарлака веер тытрĕ, тата тем илесшĕнччĕ, ĕлкĕреймерĕ, пӳлĕме Люшшапа пĕрле виçĕ кулак çухрашса кĕрсе тăчĕç.
— Ман патаччĕ-и, килĕрех! — тăсарах пуçне каçăртса, икĕ аллине пилĕке тытса ыйтрĕ йăлтăркка майра.
— Сана арестлеме! — кăшкăрчĕ Люшша сăмси витĕр.
— Арестлеме? Кам ячĕ?
Кулаксем Изотов большевик арăмĕпе пуплесе тăмĕччĕç, ярса илсе тĕртсе кăларĕччĕç е çӳçĕнчен ярса илсе сĕтĕрсе кăларăччĕç, анчах кун пек тумланнă хĕрарăма тӳрех ярса илме хăрарĕç, Люшшасăр пуçне ыттисем ăна паллаймарĕç.
— Ну, кам ячĕ-ха мана арестлеме? Хăвăр пек кулак е патша çынни?
Люшша хăйне кăшт хăйса çитнĕ пек туйрĕ.
— Пирĕн вăрçă начальникĕ! — терĕ Люшша, аллине Татьяна патне тăсса.
— Сирĕн пек кулак е пĕчĕк офицер епле правăпа мана арестлеме пултарĕ? Мана, промышленник миллионер хĕрне? Чак каялла, мĕскĕн чун! — Татьяна веера пуçтарса Люшша аллине хытах çапрĕ.
— Эсир кулак, эппин? Эсир пуян, эппин? — питĕ тăрăхласа тăсарах калама пуçларĕ Татьяна. — Пĕчĕк шăршлă лавкка уçатăр та, çулталăкра пĕр пин пайта илетĕр те хăвăра пуян тесе сăмсусене каçăртса çӳретĕр! Е тата хĕрĕх-аллă десетин çĕр акатăр та хăвăра çĕрме пуян вырăнне хуратăр! Мĕскер эсир манăн атте çумĕнче?! Пыйтă! Манăн атте завод хуçи! — çухăрчĕ вăл, икĕ чышкине çӳлелле çĕклесе. — Манăн аттен руда! Манăн аттен — миллион! Мана арестлĕр, эппин! Ну, арестлĕр, сурăх пыйтисем! — аçа çапас пек пăхса утрĕ вăл кулаксем патнелле.
Люшша кун пек тумланнă майрасене Хусанта куркаланă. Вĕсем чăнах та питĕ пуян çын хĕрĕсем пулнине ĕненнĕ. Пĕрре пристань хĕрринче Люшша çакăн пек тумланнă майрана курнăччĕ, паллашас шутпа унран пĕр урам ăçтине ыйтнăччĕ, майра Люшшана тăрăх пăхрĕ те: «Фу, вонючий деревенский богачишка!..» — тесе айккинелле пăрăнса кайнăччĕ. Пуян Варламăн ывăлне çын вырăнне хумаççĕ пулсан, питĕ пуян ĕнтĕ çакăн пек тумланнă майрасем. Вĕсемпе сыхланарах пулас пулать; хулари пуян çын ялти пуян çынна ним те мар. Çĕпĕре ăсатĕ, çавăнпа тискер кайăк пек пырса кĕнĕ Люшшан кăмăлĕ улшăнчĕ.
— Эпир Изотов ăçтине пĕлме килтĕмĕр, ăçта вăл? — ыйтрĕ Люшша.
— Шуррисем Хусана илнĕренпе эпĕ Изотова курман, курас та çук. Сирĕн хăвăрăн ĕçĕрсем мĕнле? — ыйтрĕ Татьяна питĕ кăмăллăн. — Пурне те арестлесе пĕтертĕр-и?
— Çук-ха, — терĕ пĕри, ватăраххи, алăк пуканĕ çумне таянса тăраканни. — Тытнă пеккисене вĕлерме пуçларăмăр, ыттисене шыратпăр.
— Улангин ăçта? — ыйтрĕ Татьяна.
— Вăл хĕрарăм ĕçĕ мар ĕнтĕ, — пӳлчĕ Люшша.
— Каяр кунтан, — терĕ çамрăкраххи, алăка уçсă ячĕ.
— Эсĕ чăн та пуян çын хĕрĕ пулатăн пулсан — аплах пултăр, енчен суйрăн пулсан — сан ӳтĕнте юн тумламĕ хăвармăп!
— Хăвăрăн шĕвек юнăра упраса хăварма тăрăшăр! — те ырă сунса, те юнаса каларĕ Татьяна, сассинчен уйăрса илме май пулмарĕ.
Кулаксем тухса кайсан, Татьяна хăвăрт сарайне чупса тухрĕ:
— Иркка! — чĕнчĕ вăл шăппăн.
— Кунта эпĕ, — пăшăлтатрĕ Иркка.
— Иркка, манăн тарас пулать. Мана пĕр лашине пар-ха.
— Хăшне парас?
— Хăвăрăнне, саррине...
— Тимĕр кăваккипе тар, — терĕ Иркка.
— Эпĕ унран хăратăп, йăвашраххине пар.
— Акă, чĕлпĕрне тыт, — тĕттĕмре чĕлпĕр вĕçне тыттарчĕ ăна Иркка.
— Иркка, хĕрĕм, сан куçу вичкĕн, волисполком патне кайса пăхкала, тен, аçуна курăн...
— Каятăп.
Иркка хапхана уçса лаша çине утланса ларнă суя капăр тумлă Татьянăна ăсатса ячĕ, хăй йăпшăнса урама тухрĕ. Урам хальхинче шăп мар: çынсен мĕлкисем чупа-чупа иртеççĕ, тем кăшкăрашаççĕ. Иркка пуп майри кăшкăрнине уйăрса илчĕ. Урампа кайма хăрарĕ, каллех пахча витĕр йывăçсем хушшипе пытана-пытана чупрĕ. Волисполком пахчине çитсен лапсăркка улмуççи кутне таянса чылай тăчĕ — сывлăш çавăрса илес терĕ, чупнă пирки хыттăн сывланине чарасшăн пулчĕ, унсăрăн сывланине илтме пултарĕç...
Кансан Иркка йывăç патĕнчен тепĕр йывăç патне чупа-чупа пычĕ, хăма карта патне çитрĕ. Çăра вĕлтĕрен ăшне чăмрĕ те пĕр шăтăк тупса шавпа тулнă килкартине пăхрĕ.
Турă çырлах! Епле хăрушă ку килкарти! Тăватă кĕтесе тăватă фонарь çакнă, вĕсен сарă çути юмахри аçтаха куçĕсем пек тискеррĕн пăхса çĕрлехи тĕттĕме кăшт кăна сиреççĕ. Çар пулса килнĕ кулак ешкерĕ тата вулăс ялĕнчен чупса килнĕ пуянтарах çынсем юнăх сывлаççĕ, çухăрашаççĕ, хăлаçланаççĕ, коммунистсене вĕлерме илсе килнĕ кăралĕсемпе юнаççĕ.
— Мĕншĕн Йĕлмекасси делегаткине, Чинукне, илсе килмерĕр?! Мĕншĕн ăна хăвартăр?! — çĕмĕрлет пуп майри, — эпĕ ăна хам аллăмпа хам вĕлерĕттĕм!
— Сана пирĕн çĕр кирлĕ пулчĕ-и, çĕр комиссарĕ? Çĕр çисе тăранаймарăн-и? Акă сана çисе тăранмалăхах çĕр паратпăр! — тата тем илемсĕр сăмахсем каласа çиччĕн-саккăрăн çĕр çине выртакан çын патĕнче тĕрмешеççĕ.
Çĕр комиссарĕ тенине илтсен, унта кам выртнине Иркка чухларĕ...
— Парăр кунта тăпра! — çухăрчĕ пĕр сас. Пĕри пĕкĕннĕ çĕртен çĕкленчĕ, çĕрте выртакан çын курăнчĕ, Иркка палларĕ — вăл Михаля пичче... Ун тум-тирри чĕп-чĕрĕ юн.
— Чых, сана çĕр нумай кирлĕ пулнă! — иккĕн Михаля çăварне уçрĕç, пĕри çăварне тăпра тултарчĕ. Люшша нухайкка аврипе тăпрана чышса пырне антарать.
— Э-эй, труках ан вилтĕр! Киленсе вĕлерĕр, пĕтĕм чунпа ерехметленсе! — çухăрать шĕвĕр сухаллă, шур шупăрлă çын.
— Калаçайми пултăн-и! — савăнса кăшкăрчĕç Ямщиков Михаила хĕмленсе тăпалакан кулаксем. — Ну, çухăр тата.
— Совет влаçĕ сывă пултăр, те! Ну, кала!
— Çитĕ кăна! — хушрĕ çĕнĕ старшина Туров. — Пăртак тăна кĕтĕр, тăна кĕрсен тепĕр хут тертлентерĕпĕр.
— Ăçта Халапсин врач? Больницăна кайса леçĕр, Халапсин чĕрттĕр хăвăртрах, алăсем кĕçĕтеççĕ! — çĕмĕрлеççĕ бандитсем.
— Теприне илсе тухăр! — приказ пачĕ Туров.
— Хăшне?
— Следователе, Веселова!
Тĕрме алăкне уçрĕç.
— Аха-ха-ха! Охо-охо-охо! — какăлтатса ячĕ пĕтĕм кил-карти.
— Тух кунта, тух, тусăм! Эпир итлер, епле саккун кăларăн! Сана продразверстка питĕ кирлĕ пулнă; чиччас сана кашнинчен продразверстка пуçтарса парăпăр.
— Тыт! — тимĕр туяпа çапрĕ Катмак Ярмошки нарследователе.
— Эсир пире хĕнесе вĕлеретĕр, анчах Совет влаçне ним тусан та эсир пĕтереес çук! Эсир бандитсем... — Веселова каласа пĕтерме памарĕç, кĕçĕтсе тăракан аллисене тытса чараймарĕç алчăрса кайнă куçлă кулаксем. Веселов çĕре ӳкрĕ...
Иркка урăх пăхса тăма пултараймарĕ, вăл çухăрса е хыттăн макăрса ярĕччĕ... Пăрăнчĕ Иркка, паçăр нумай макăрнипе хĕрелсе шыçса кайнă куçĕсем тип-типĕ, сехĕрленсе ӳкнипе вĕсем тĕлĕнмелле йăлтăртатаççĕ.
— Тавайăр кунта Улангина!
— Улангина илсе тухăр! — çĕмĕрлет килкартинчи кулак ешкерĕ.
— Чарăнăр! — илтрĕ Иркка Туров сассине. — Кун хыççăн укçа хуçине, Викторова, илсе тухăр.
Иркка хăйне хăй пĕлми çăрарах йывăçсем хӳттипе ку хăрушă, тискер вырăнтан хăвăртрах тарма васкарĕ. Чие çырли йывăççисем ăшне кĕрсен, вăл хăйне хирĕç шуса пыракан çын мĕлки курчĕ. Кам ку? А! Изотов...
Вăл пĕкĕннĕ те шуса пынă пек ерипен пырать.
— Мĕтри пичче... — шăппăн чĕнчĕ ăна Иркка.
— Иркка, эсĕ-и, мĕн тума килтĕн кунта?
— Эпĕ аттене шыратăп. Эсĕ хăв мĕншĕн кунта?
— Иркка, мана лаша кирлĕ.
— Шерхулла лаши пур.
— Иркка, хĕрĕм, илсе кил-ха ăна хăвăртрах.
— Ăçта?
— Пахча вĕçне, юман айне.
— Атя.
— Мана валли мар, Улангина тартма.
Иркка ачасен çурчĕ патне чупса çитрĕ, ниçта кĕрсе тăмарĕ, тимĕр кăвак лашине утланчĕ те анкарти хыçĕпе волисполком пахчи вĕçне чуптарчĕ, юман айĕнче лашине чарчĕ. Пĕтĕм пĕвĕпе чĕтресе малалла мĕн пуласса кĕтме пуçларĕ.
Килкартинче ахăрашса урмăшса кайнă кулаксем çаплах ахăраççĕ. Веселов нарследователь хăйĕн хĕрӳллĕ сăмаххисемпе вĕсене уртарсах ячĕ, анчах халĕ ĕнтĕ ун сасси илтĕнмест. Ямщиков пекех чĕнейми пулнă пулмалла.
— Улангина халех кăнтас! — тăвăл пек çĕкленчĕç сасăсем.
— Мĕне кура усрамалла ăна!
— Илсе тухас!
— Тавайăр ăна кунта, пирĕн алăсем кĕçĕтсе тăраççĕ!..
Волисполком алăкĕсем чĕриклетсе уçăлчĕç, вара тимĕр пусмасем тăрăх иккĕмĕш этажа питĕрсе лартнă Улангин патнелле пĕр ушкăн чупни илтĕнчĕ. Çав вăхăтра пĕлĕтре çинçе уйăх тухма пуçларĕ. Тĕксĕмрех çутă хура çĕре кăшт шупкатрĕ. «Ах, — кулянса ларать Иркка. — Мĕн тума килтĕм эпĕ кунта... Каяс пуль...» Çапла шухăшласа илчĕ, юман айĕнче хăйпе юнашарах Улангина курчĕ. Епле курчĕ, лаша çинчен ӳкнĕ пек çĕре ансатăчĕ. Улангин карта урлă сиксе каçрĕ те лаша çине утланчĕ.
— Иркка, пытанма ĕлкĕр! — тесе хăварчĕ. Тимĕр кăвак лашаран тăпăртăк-тăпăртăк туни кăна пĕр самантлăх илтĕнсе юлчĕ.
Улангина лартнă пӳлĕме кĕчĕç пулмалла.
— Улангин?!
— Çук вăл кунта!
— Тарнă!
— Сантрик! Сантрик! Ăçта эс?
— Хăрах куçĕпе курайман ĕнтĕ вăл! Темиçен волисполком умне чупса тухрĕç.
— А-а!
— Пăвса вĕлернĕ Сантрике!
— Кантăкран аннă!
— Улангин хăех-ши?
Çав вăхăтра урамран волисполком умне пуп майри чупса кĕчĕ:
— Тарчĕ сирĕн Улангин! Шерхулла лашине утланса тарчĕ!
— Апла ăна тартакан пулнă!
— Шырас!
— Шырас!!!
Иркка ним пĕлми чупса кайрĕ. Ах, уйăхĕ пытанасчĕ. Çук, пытанмасть, вăл майĕпе пĕлĕтсем хушшинчен шуса тухать. Паллах, Иркка пуçне пĕтерме шуса тухать уйăх. Кулак ушкăнĕ карталавса пахчаналла сикрĕ. Чупаççĕ, урисемпе вăйлăн таплаттарса чупаççĕ.
— Веç ав пĕри чупать! — асăрхарĕ ăна пĕр кулакĕ.
— Чупать, пĕчĕккĕ хăй!
— Почта ман пата Улангин çырăвне те çак хĕрачах илсе пынă! Тытăр ăна! Çырма енчен! Çырма енчен! — çухăрать почта начальникĕ Канцеляров.
— Тыт ăна! Тыт!
— Тыт!
Йĕри-тавра пахчасене çавăрса илеççĕ урнă кулаксем. Иркка та лĕштĕр каймасть. Тĕллев пĕлмесĕрех вăл чупать, йытă хăваласа çитес çук, тупата! Урисем çĕре лекнине çеç мар, урисем пуррине те сисмест вăл; алли те, пĕвĕ те çук пек — пуçĕ кăна кĕлеткерен уйрăлнă та пĕр-пĕччен ухă сăнни пек пырать; хăлхара çил шăхăрать, иртсе юлакан йывăçсем, юпасем карталанса юрланă ушкăн пек хирĕç çаврăнса пыраççĕ.
Хуру хутшăнсах пырать Ирккан, картасем урлă вăл пĕрре сиксе вĕçейсе каçса пычĕ, больницă пахчине кĕрсе кайрĕ. Пĕр саманлăх кулаксем ăна çĕтерчĕç. Иркка больницăн пĕр кантăкне уçрĕ те чирлĕ çынсем выртмалли палатăна тăрăс сиксе кĕчĕ.
— Ой! — хăраса шарт сикрĕ кунта пĕр-пĕччен выртакан хĕрарăм.
— Кам эс? — ерипен ыйтрĕ Иркка, ун патнелле пĕкĕнсе.
— Ара, Иркка! — палласа илчĕ ăна майра аппа хваттер хуçи. — Мĕскер эсĕ, Иркка, хăратса çӳретĕн, саншăн алăк касман-и?
— Касман... Мана вĕлереççĕ... кулаксем.
Больницăна алăкран çухăрашкаласа çынсем кĕни илтĕнчĕ.
— Час! — терĕ майра аппа... — çав койка çине вырт та аташнă пек пул.
Майра каласа пĕтернĕ çĕре Иркка выртрĕ, утиялĕпе витĕнчĕ.
— Кунта кам пур? — ыйтрĕç кулаксем, палата алăкне уçса.
— Кунта эпĕ-ха, — терĕ майра, — урана хуçрăм-çке... ĕнертенпе выртатăп.
— Ку кам? — ыйтрĕ Люшша, нухайкка аврипе Иркка çине кăтартса.
— Кам пĕлет ăна... тăлăх пулĕ вăл... тăна кĕреймест...
— Хăçантанпа выртать?
— Ман хыççăнах вырттарчĕç.
— Суятăн! Илсе каяс ăна! — çухăрчĕ пĕри.
— Илсе кайăр, пожалуйста, илсе кайăр! — савăнчĕ майра аппа. — Эпĕ тек хăраса выртатăп... тифлă вăл, пыйтлă, турă çырлах!.. Хăçантанпа врача тилмĕретĕп… Эсĕ таса карчăк, вăл пыйтлă…
Кулаксем Иркка питне пăхрĕç, чăнах та, пичĕ этемле мар хура, куç хупанкисем хĕп-хĕрлĕ, тăртăнса тăраççĕ, куçне те уçаймасть. Тути вилнĕ çыннăнни пак шап-шурă.
Кулаксене палатăран çил шăлса тухрĕ тейĕн.
— Слава богу! — çăмăллăн сывласа ячĕ майра аппа, Иркка сехре хăпнипе вырăн çумне лапкипех шăнса ларнă пек выртнă çĕртен çĕкленме те ĕлкĕреймерĕ — кулаксем палатăна Халапсин врача çавăтса кĕчĕç.
— Кала, Халапсин, хăш ялсем çак хĕрача?
Кун чухлĕ хăрушлăха чăтса ирттерсе яма пулмасть пулĕ, Иркка чĕри çурмаранах çурăлма пултарĕ.
Халапсин хăй ăшĕнче тĕлĕннине пичĕ çинче мĕлке пек те кăтартмарĕ, вăрттăн кăна майра аппа çине пăхса илчĕ те ăнланчĕ. Ерипен Иркка патне утса пычĕ, аллине çамки çине хурса пăхрĕ, вара васкамасăр çапла каларĕ:
— Ялне пĕлейместĕп, ăна кӳршĕ вулăсри тифознăй патруль илсе килчĕ. Ман шутпа... — Халапсин каллех Иркка çамкине тытса пăхрĕ. — Ман шутпа унăн сыпной тиф анчах мар... Унăн тата брюшной...
— Пахчарах пытаннă вăл!
— Каяр! — килĕшрĕç пурте.
Палатăра каллех иккĕнех юлчĕç.
— Ан чĕн, шăп вырт... — пӳрнипе юнаса каларĕ майра аппа.
Каç çуталчĕ, ире яхăн уйăх та çутатма пуçларĕ, ирхи кăвак çутă пĕлĕт çине шуса хăпарать.
Кулаксем пахчара чупкаласа çӳрени уççăнах паллă.
— Вĕç ларать! Тыт ăна! — кăшкăрчĕ пĕр çамрăк кулак, хăй йытă пек хăвăрт сак хыçĕ çине таянса тăракан лутра пӳллĕ хĕр патне ыткăнчĕ.
Палламан, алчăрса кайнă куçлă çын ушкăнĕ шурă халатлă хĕр тавра ункăланса тăчĕç. Хĕр ерипен пуçне çĕклесе тĕлĕнсе пăхрĕ.
— Мĕншĕн тармастăн? Ха-ха-ха! — ахăрчĕ пĕри.
— Тарма мар, эпĕ утаймастăп, — терĕ хĕр.
— Ывăнтăн пулать?
— Мĕн пирки эсир?
— Улангина лаша ăçтан тупса патăн?
— Эпĕ кунта икĕ уйăх выртатăп... палатăра сывлайман пирки пахчана тухатăп... Чахоткăллă эпĕ... — Хĕр çип пек çинçен хĕрлĕ юн тухни курăнчĕ, анчах чурăс чунлă кулаксем ăна-кăна нимĕн те курмарĕç, шурă халатлă хĕре ярса тытрĕç.
— Тавăру! Вĕчĕ кирлĕ! — çухăрашкалама пуçларĕç кулаксем.
— Атьсемĕр, хĕре шакла кастарнă! — асăрхарĕ пĕри.
— Чăнах та!
— Айвансем! — çухăрчĕ кăпăш уссиллĕ Канцеляров, каярах чупса килнĕскер. — Ку мар, ку пач урăх хĕр!
— Суйнăшăн врачне силлес!
— Тифлă текен хĕре кĕрсе кур-ха, Канцеляров.
Анчах палатăра Ирккан йĕрĕ те юлман.
Икĕ хул хушшине туйисене хĕстерсе майра аппа крыльца çине тухса тăнă, ун-кун пăхкаланă, Ирккана тарма хушнă. Вулăс ялĕнчен тухсан вăрманпа кай, тенĕ, анчах куçран çул уçланкине ан çĕтер, тесе вĕрентсе янă. Ăна вăл Чишма ялне, Михаля йăмăкĕ Крахьян патне кайса пытанма канаш панă, сирĕн Чинук та Крахьян патĕнче пытаннă тесе пĕлтернĕ.
Кулаксем каялла палатăна кĕнĕ чух, Иркка вулăс ялĕнчен тухса сĕм вăрмана Чишма çулĕ хĕррипе тилĕ пек пынă...
— Уксах майра, тифли ăçта? — çурăмĕнчен нухайккипе çапса ыйтрĕ Люшша.
— А-ах! — авăнчĕ карчăк. — Хĕрача-и? Вăл аташса тухса тарчĕ, çавăн хыççăн тухрăм. Шыва сиксе вилесрен хăратăп.
— Мĕскер ку çерçипе пуплесе вăхăта ирттеретĕр. Халапсинран ыйтас! — çухăрчĕ Канцеляров, çак хăрушă вăхăтра та кăпăш уссине пĕтĕрме манмасăр.
Халапсин хăй тухрĕ:
— Мĕскер эсир текех шавлатăр, чирлĕ çынсене канăç памастăр. Эпĕ сире кунтан кайма ыйтатăп, — терĕ врач.
— Мĕске-ер! — юнаса тăсрĕç темиçен.
— Кайăр, тетĕп! — çирĕппĕн каларĕ Халапсин. Ун ылтăн кăшăллă куçлăх айĕнчи куçĕсем çиллес йăлтăртатса илчĕç, кĕске çаврашка сухаллă тăрăхларах шуранка пичĕ çамкинчен кĕренленме пуçларĕ, хăлхисем те хĕрелчĕç. Урине хуçнă хĕрарăма çурăмĕпе хупăрласа, вăй питти кулаксем умĕнче шурă халатлă типшĕм вăрăм ватă врач тимĕр ту пек пĕр хускалмасăр тӳррĕн тăрать.
— Ăçта тифлă хĕрача?
— Пĕлместĕп.
— Апла сан больницăна кам кĕрет, кам тухать, эсĕ пĕлместĕн пулать?
— Эсир килсе тухнине те пĕлмен эпĕ.
— Атьсемĕр, вăл пире тăрăхласа тăрать!
— Каламасан — ăна та вилĕм шăпи!
— Кала, унсăрăн вĕлеретпĕр!
— Эсир вĕлерме кăна ăста, телейсĕр чунсем. Вĕлерĕр! Ман пĕртен-пĕр ачана та, ман юратнă хĕрĕме, Липăна, вăрçăра шуррисем вĕлернĕ...
Халапсин Липа ятне асăнсанах сасартăк имшерленчĕ. — Вĕлерĕр, — пăшăлтатса каларĕ вăл тепĕр хут.
— Ут, ват сухал! — тĕртрĕ Халапсина Люшша, — хурăн патнелле! Çакса вĕлеретпĕр!
Иртĕхсе кайнă кулаксем тем тăвĕччĕç, вĕсене пĕлме-шанма çук, анчах урамран тепĕр ушкăн кулак аçам çинче пĕр çын илсе пычĕç.
— Тухтăр, срочнă пулăш.
— Кам ку?
— Тилли Куçми.
— Мĕн пулнă Тиллине?
— Пахча енчен такам печĕ, амантрĕ.
— Палламалла мар...
Чăнах та Тилли Куçмине палласа илес çук: таçтан лектернĕ, пуснă така пек пĕтĕмпех юн ăшĕнче.
Приемнăйне кĕртсе вырттарăр... Кушетка çине! — кунта ĕнтĕ çынсене хăйне пăхăнтарса тăмалли тивĕçе пĕлсе çирĕппĕн хушрĕ врач Халапсин.
— Те тĕрĕс эмеллетĕн эсĕ пирĕн çынсене, те юри наркăмăш парса кăнтатăн. Кала, Халапсин, эсĕ хĕрлисемшĕн е шуррисемшĕн? — ун умнех пырса тăчĕ Тилли Куçмине çĕклесе килнисенчен пĕри.
— Эпĕ пурнăçшăн! — хăй умĕнче тăракан çынна аллипе сĕлтсе алăк патнелле пĕр утăм турĕ врач.
— Кала! — çухăрчĕ лешĕ. — Хĕрлисем майлă эсĕ е шуррисем майлă?
— Халĕ çын вилме пултарать, вăл юн юхтарса выртать. Юн — вăл ялан хĕрлĕ! — пуçне çӳле тытса, пĕтĕм вăйне пĕр шухăша пуçтарса операци тумалли кабинета кĕрсе хăй хыççăн алăка хытă хупса хăварчĕ врач Халапсин.
31
Кулаксенчен те хăраман автансем паттăррăн авăтаççĕ, инкек-синкек курнипе макăракан ялсенче шăри-шари шав çĕклесе ăшă хĕвел тухассине пĕлтереççĕ; тĕнчере пурăнăç пур-ха-а-а! тенĕ пекех тĕнче пурнăçне çирĕплетсе кăшкăраççĕ. Çак вăхăтра икĕ çул çинче икĕ юланут: пĕри вулăс ялне васкать, тепри вулăс ялĕнчен тарать.
Улангин, ăна Изотовпа Уçăп тартсан, пĕрре ялтан чылаях инçе кайнăччĕ, анчах чунĕ чăтаймарĕ, çил пек хытă пыракан лашине шанса тепĕр енчен вулăса пырса кĕчĕ, волисполком карти патнех пырса тăчĕ те Изотов тыттарма ĕлкĕрнĕ револьверпа качака сухаллă Тиллине питĕнчен тĕллесе печĕ, ялсенчен хăваласа килнĕ совет майлă çынсене вĕлерме чарăнса, пĕрисем Тилли Куçмине больницăна илсе кайрĕç, теприсем перекене шырама чупрĕç, анчах Улангин вăштик кăна турĕ, вăрмана та çитрĕ. Ăна хăвалакансем часах каялла таврăнчĕç, мĕншĕн тесен вĕсене ку талăк хушшинче паттăрла ĕçсем тунăшăн хĕвел тухсанах старшина парнесем валеçме пуçлать.
Улангин вăрманта, тавралăх лăпкă чухне, текех курăк патне туртăнакан лашине кăшт та пулин çитерес терĕ, пĕр сукмак хĕрринче лаша çинчен анчĕ.
Тимĕр кăвак лаша курăк çиет, Улангин Сантрике çиленсе ларать: «Епле йăнăшнă эпĕ! — вăрçать вăл хăйне. — Сантрик ĕмрипех ыйткалакан пулнă... чи чухăнни ĕнтĕ... мана сутрĕ, волисполкома сутрĕ, пĕтĕм Совет влаçне сутрĕ... Мана хурал тăма хаклаçать... Туров ăна виçĕ пачка табак, пĕр кĕренке сахăр пама пулчĕ... Çук, Улангин хаклăрах тăрать, сăхманлăх сукна пар, — терĕ. Тьфу! — çилленсех сурчĕ Улангин. — Ялта та люмпен пур...»
Вунă минут пек кансан, Улангин лаша патне пычĕ:
— Ну, улăп, каяр. Уçăп чугун çул çинче ĕçлекенсем патне хăвăртрах çитме каларĕ, — утланчĕ те Сĕве станци еннелле вĕçтерчĕ.
Волисполком ялне Агельский пырать. Автансем авăтма пуçласан вăл Варламăн ытарма çук ырă шăршă тулнă панулми лупассинчен васкаса тухрĕ. Алăк патĕнче ăна Малля ирхи апатчен, хĕвел тухиччен те пулин ан кай тесе тилмĕрсе тăчĕ, хĕрелсе кайнă пичĕпе ун кăкăрĕ çине темиçе те ӳкрĕ, шыçса кайнă тутисемпе ун питне те, аллисене те темиçе хут чуптурĕ.
— Ан васка, тепре курасси тахçан пулĕ, ман юратнă çыннăм, — терĕ вăл.
— Эпĕ ĕçре, савнă Малля, ман васкас пулать... Ан тытса чар ĕнтĕ; ман большевиксене пĕтерсе хамăрăн влаçа çирĕплетсе лартмалла, сире çăмăллăх кӳмелле.
— Большевиксене пĕтерме, хăвна ырă-сывă çӳреме сана турă пулăштăр! — каллех чуптăвать те ăна, Малля макăрса ярать.
— Ан макăр, Малля, каçалана эпĕ кунта пулатăп, хамăрăн власть çирĕпленсенех, сан пата хăтана килетĕп. Паян кунĕпе эсĕ мана кĕтсе пурăн, эпĕ те сан çинчен кунĕпе юратса шухăшласа çӳрĕп... Сывă пул-ха, Малля чунăм...
Малляран аран-аран хăпса кайсан, Агельский уйра ирĕккĕн сывларĕ. Панулми купаланă, ещĕксене те суртласа хунă лупасра сывлăш ытла çăраччĕ, уйра Агельские хирĕç сивĕрех уçă çил вĕрни пăчăхнă чиртен сыватнă пек пулчĕ, Малля ытамĕнчен тухса тарни вара пленран çăлăнниех... Тĕлĕнмелле пулса тухать çав тĕнчере... Ĕнер каç, сĕтел хушшинчен апат çисе тухсан, Агельский тав туса Малля аллине чăмăртанă чух вăл Малля алли чĕтренине туйса илчĕ; те чăн чĕтрерĕ, те туйăнчĕ кăна... анчах вĕсем иккĕшĕ те улма пахчинче тĕл пулчĕç. Темлерен тĕл пулчĕç: Малля панулми тултарса лартнă карçинккасене лупаса çĕклесе кĕртме тухрĕ, Агельский улма пахчи курмалла улма çиме тухрĕ. Иккĕшĕ пĕрле калаçрĕç, кулчĕç, улма çирĕç, вара пĕр карçинккăна икĕ хăлхинчен тытса лупаса илсе кĕчĕç...
Çавсене аса илсе ларса пырать Агельский юртса чупакан хура лаша çинче.
— Варламран пулĕ... вăйпа авлантарĕ тата! — йăл кулчĕ вăл, — урăх вĕсем патне ура ярса пусмастăп. Корней Хрисанфович мана Лидăшăн каçарсан, эпĕ Людмилăна илĕттĕм... Тепĕр тесен, Лидăшăн эпĕ айăплă мар, чирне ăна генерал парнеленĕ...
Агельский вулăс ялне çитрĕ. Вăрçă пуçланнăранпа ял тирпейлĕхĕ пĕтме пуçланă, паян вара ял пачах япăхланнă: уй хапхине уçса пăрахнă, хупакан та пулман; кĕтӳç кĕтӳ патне тухман, çынсем урама пĕр выльăх чунĕ те кăларман, килкартисенче те пĕр çын курăнмасть. Агельский ял тăршшĕпе хутахайланса лашине сиккипе ячĕ, кантур патне çитсе тăчĕ. Кантур хапхисем те уçă тăраççĕ, пĕр енчи хапхана тăпсинчен вăркăтса кăларнă, хапха та килкартинчи вилĕ çынсем пекех выртать. Агельский лашине чарчĕ, хăрушă, юн ĕçсе тăраннă çĕр çине пăхрĕ. Вилесем урлă-пирлĕ выртаççĕ. Вилнĕ çынсем хушшинче хĕрарăмсем те пур. Пĕр сас-чӳ те çук, пурте лăпкă. Тĕрме алăкĕ патĕнче тăракан часовой та лăпкă ларать, уткаласа та çӳремест, ывăннă пулмалла. «О, поле, поле, кто тебя усеял мертвыми костями?» — аса илчĕ Агельский ача чухне шкулта вĕреннĕ сăвва. Çав сăвва каланă чух, пĕчĕк Саняк чунĕ хăраса, вилнĕ çынсене хĕрхенсе кăрт сикетчĕ, халĕ хускалмарĕ те.
Вилнĕ çынсем хушшинче Агельский пĕр çын йăшăлтатнине асăрхарĕ. Çын çара уран. Ăçтан аманни те паллă мар-пур çĕрте те юн. Сулахай куçне сиктерсе кăларнă пулмалла. Вăл тĕлĕкри пек майĕпе пуçĕнчи калпаккине илчĕ те шăннипе кăвакарса кайнă урисем çине ерипен тăхăнтарчĕ; кăшт ларсан сулăнчĕ, каллех калпаккине илсе пуçне тăхăнчĕ. Нумаях та лармарĕ, Агельский ун патне çывхарма пуçласан, вăл каллех калпаккине икĕ аллипе чăмăртаса урисем патне илсе пыма пуçларĕ. Агельский патнерех пычĕ те вилеймен çынна, хĕрхеннипе-ши, курайманнипе-ши, револьверпа тĕллесе печĕ.
Вилекен çыннăн хăрах куçĕнчен куççуль пĕр шăрçа хыççăн тепри сăрхăнса тухрĕ, питĕнче юнпа хутшăнса хĕрелчĕ, çăварĕ патне çитрĕ, çын пĕр сас-чӳсĕр айккинелле йăванчĕ...
Агельский лашине крыльца çумне кăкарчĕ, хăй кантура кĕчĕ. Кантур залĕнче тем çĕмрĕлеççĕ, коридорта алăк патĕнче тĕттĕмрех çĕрте икĕ çын кăштăртатаççĕ. Агельский алăк патĕнче чарăнса тăчĕ.
— Ку пир тĕркисем мана пулаççĕ, — тет вăрçа тара кĕрĕшсе килнĕ ял куштанĕсенчен çамрăкраххи, пĕр пысăк шел тутри çине темтепĕр ырă япаласем çумне виçĕ тăрăх пир чиксе.
— Тавай мана çуррине! — тет тепри, хăрăк шăлли, ватăраххи.
— Пăрăн! — пăшăлтатать çамрăкраххи, икĕ аллипе те йывăр çынна ниепле те хулпуççи çине хума мăй тупаймасăр.
— Е-е-е, халĕ пăрăн-и? Илсе килнĕ чухне мĕн терĕр? Пур пурлăха та пĕр пек пайлатпăр, çиелтен тата пĕр пăт çăнăхпа хунттă сахăр паратпăр, терĕр-çке.
— Сан сахăр катма шăлусем хăрăк. Пăрăн! Пуянлăха урăх çĕрте туп! Лере пыр, валеçнĕ çĕре, сана тата парĕç.
— Урăх памĕç, кăнах валеçер.
— Пăрăн, кĕлмĕç!
— Эс пит пуянни! Кукша çинче пыйтă тытса сысна çури туса ӳстерме тăрăшаканни.
— Чарăн! — урса кайрĕ çамрăкраххи, анчах ун çупса яма аллисем пушă мар.
— Чарăнас çук. Кĕрешнĕ чух хаклаçнă пек пултăр. Кунта япаласем питĕ хаклă пулмалла, ахальтен хапсăнмарăн пулĕ эсĕ.
— Эп сана акă! — пысăк çыххине урайне лартма хатĕрленчĕ çамрăкраххи.
— Тен, эпĕ сана?! — маймăлла хăвăрт сикрĕ хăрăк шăлли, таçтан пуртă тупăнчĕ, те аллинчех пулнă, аçа-çиçĕм пек хăвăрт пысăк çыхă çĕкленĕ çынна пуçĕнчен çапрĕ.
Выçă куçлă çынна вилсен те нумай кирлĕ иккен. Çамрăк куштан пысăк çыхха аллинчен ямарĕ, ун çине кăкăрĕпе пусарса выртрĕ. Хăрăк шăллă куштанĕ япала çыххине вилнĕ çын айĕнчен туртса илчĕ, урамалла сиксе тухрĕ. Агельский пăрăнса тăчĕ, вăрă-хурах чупнине кантăкран пăхрĕ. Пысăк мул пухса таракан çын инçех чупаймарĕ, урамрах ăна Катмак Ярмошкипе Люшша тĕл пулчĕç те чарчĕç. Тем çухрашнă сасă илтĕнчĕ, Агельский вĕсене итлесе чарăнса тăмарĕ, иконлă, çутнă çурталлă старшина кабинетне кĕчĕ. Кабинетра симĕс сукна витнĕ сĕтел хушшинче Туров старшина пĕччен ларать, шут шăрçисене вылятса тем шутлать. Агельский кĕрсен, вăл ура çине сиксе тăчĕ те турăшсем еннелле пăхса сăхсăхрĕ.
— Ырă-сывă таврăннăшăн çӳлти аттемĕре мухтав! Чипер кантăн-и? — терĕ вăл, вара Агельскине алă пачĕ.
— Кунта сирĕн çынсем мул валеçеççĕ. Мана мĕн? — те тăрăхласа, те чăннипе çăтăланса ыйтрĕ Агельский.
— Сана ĕнтĕ, — тилĕ пек йăпăлтатма пуçларĕ Туров. — Сана, паллах, вак-тĕвек япала парса кӳрентермĕпĕр, сана çĕр парăпăр.
— Миçе десятин?
— Эсĕ ху миçе ыйтăн-ши?
— Çĕр десятин! Аллăшĕ вăрман пултăр, аллăшĕ — суха тумалли хура тăпра!
— Ой-ой, капла ытларах мар-и, — калаçма пуçланăччĕ Туров, анчах Агельский усаллăн пăхни ăна хăратрĕ.
— Эпĕ кун чухлĕ çĕр пирки хисеплĕ пуянсемпе калаçса татăлмасăр хам ирĕкпе пама пултараймастăп.
— Улангин винтовкăсем ăçтине каларĕ-и? — лăпкăн ыйтрĕ Агельский çĕр пирки сăмаха вĕçлемесĕрех.
— Улангин... Улангина такам тартнă... Сантрике пăвса вĕлернĕ, кантăк айĕнчех выртать.
— Епле?! — сиксе тăчĕ Агельский, аллине револьвер йĕнни çине хучĕ.
— Тартнă... Сантрике Йĕлмекас çынни Уçăп пăвнă терĕç, куракансем пулнă, анчах тытайман...
— Хăçан тарнă Улангин?
— Хальтерех кăна.
— Эсĕ мана çĕр десятин çĕр пирки паянах туса пар, эпĕ пĕр отряд илсе Улангина хуса çитетĕп. Час!
— Халех! Халех! Хăвпа пĕрле вăйлăраххисене илсе кай, эпĕ Варлам патне кайса килетĕп, эсĕ килнĕ çĕре сана çĕр парас пирки документсем законлă хатĕр пулаççĕ.
Агельскипе пĕрле тăватă юланут килкартинчен тухсан кантур хапхи айĕнче хăрăк шăллă куштан выртнине курчĕç, ун çумĕнче шел тутрипе çыхнă япала мар, хăй çийĕнче пулнă сукна пиншакки те çук.
— Ирсĕрсем! — йĕрĕнсе тутине пăрчĕ Агельский вилĕ çумĕнчен иртсе кайнă чух.
Ялтан тухсан вĕсене пуп майри хирĕç пулчĕ, вăл уçă сывлăшпа ерехетленсе сывлама вăрман патнелле кайса килнĕ, халĕ каялла килет.
— Ăçталла эсир, ырă çыннăмсем? — ыйтрĕ вăл, пилĕке çити пуç тайса.
— Матушка, эсĕ Улангин таркăна курмарăн-и? — ыйтрĕ Агельский, лашине чарса.
— Курмасăр! Тимĕр кăвак лашапа арçури пек иртсе кайрĕ...
— Ăçталла? — васкатрĕ Агельский.
— Вăрмантан Атăл тăрăх Сĕве станци патнелле каякан çулпа вĕçтерчĕ.
— Тавах сана! — Агельский йĕнер ункисем çине пусса çĕкленчĕ, кăйкăр кайăк пек мала ӳпĕнсе лашине сиккипе чуптарчĕ:
— Тусăмсем, Сĕве патне кайăпăр. Унта та большевиксене пĕтеретпĕр! — командă пек каларĕ вăл хăй хыççăн пыракансене.
Анчах вăрмана шаларах кĕрсен унăн «тусĕсем» пĕр-пĕрне куç хĕсрĕç, паян кăнтăрлапа кантурта пысăк мул — пуянсене çĕр, вăрман валеçме пуçлĕç. Пĕрин хыççăн тепри Агельскирен татăла-татăла юлса вăрмана шаларах кĕрсе юлчĕç.
— Мĕн тума каймалла пирĕн Сĕве патне! Сĕве патĕнче Сĕве патĕнчисем йĕрке туччăр, большевиксене те хăйсемех вĕлерсе пĕтерччĕр.
— Эпир хамăр патăмăрта йĕрке турăмăр, пире никам та айăплама е пайсăр тăратса хăварма пултараймасть! — çапла канаш турĕç, вара тăваттăшĕ те каялла, кантур патнелле чуптарчĕç. Сăрт çинчи уçланкăран пĕтĕмпех курăнса выртакан çĕре тухсан, Агельский Атăл хĕррипе юртса пыракан тимĕр кăвак лашаллă Улангина курчĕ. Улангин, паллах, Сĕве патне çул тытать...
Агельский савăннипе «юлташĕсем» хăй хыççăн пынине мансах кайрĕ, сирпĕнсе юлассинчен те хăрамасăр вăрманти ансăр сукмакпа Улангин хыççăн сиккипе чуптарчĕ. Вĕçнĕ пек чупать Агельский айĕнчи лаша, çĕр хирĕç çаврăнса кăна тăрать, юртса пыракан тимĕр кăвак лашана хуса çитетех...
Мирон Туров старшина Агельский умĕнче суеç пулас темерĕ, çĕр хуçисемпе канаш туса çĕр десятин çĕр уйăрса парасах терĕ, çавăнпа кантурта хăй вырăнне Димитрий Варламов тиеке хăварса пĕрер сехете Йĕлмекассине çĕр хуçи Варлам патне кайса канаш туса килесех терĕ.
Тиеке пĕр ĕç кăна хушса хăварчĕ: тĕрмаре юлнă вун сакăр большевика вăл Йĕлмекассинчен çаврăнса килнĕ çĕре пурне те пĕтермелле, вулăсра большевик шăрши те ан пултăр! Çапла приказ парса хăварсан, волисполком мăшăр лаша кӳлтерчĕ те Йĕлмекассине тухса кайрĕ.
Тиек хăй шăллĕне, Люшшана, чĕнтерчĕ, тĕрмерисене вĕлерме хатĕрленме хушрĕ.
— Э-э! Аллăмсем кĕçĕтеççĕ, часрах! — Кулаксем ушкăнпа савăнса кантуртан васкаса тухрĕç, крыльца пусми çинчен сике-сике чупса анчĕç, тĕрме патнелле васкарĕç.
— Уçăр тĕрме алăкне, виçшерĕн илсе тухăр! — терĕ тиек.
— Камсене малтан? — ыйтрĕ часовой.
— Алла лекнисене! Тиркештермесĕр!
Часовой уççине кĕсйинчен кăларма тăрайнăччĕ, хапхаран алчăранă куçлă Канцеляров чупса кĕчĕ. Унăн кăпăш уссийĕ саланса кайнă, чирлĕ сысна хӳри пек иккĕшĕ те усăннă, урисем кашни утăмрах чĕркуççире шăнăр хуçăлнă пек лăнк каяççĕ. Вăл аллине хут тытнă, çав хутпа текех суллать.
— Хăрушă хыпар, господасем, хăрушă хыпар! — тет вăл, аран-аран сывлăш илсе.
— Мĕскер? — ыйтрĕ тиек, ăна хирĕç утса.
— Телефонограмма! Хăрушă хыпар!..
— Хут, телефонограмма... Илтрĕмĕр, мĕскер пĕлтереççĕ? — çилленсех ыйтрĕ тиек.
— Хусана хĕрлисем илнĕ, пирĕн çар тарать, Сĕве патĕнчен пирĕн вулăса карательнăй отряд килет. Лав шучĕпе чугун çул çине ĕçлеме кайнă пирĕн мужиксем çав отрядпа пĕрле килеççĕ, вĕсене ертсе килекенĕ Йĕлмекассинчи Уçăп!..
— Хамăр влаçшăн çирĕп тăрар, господасем! Отряда хирĕç каяр! — хыттăн приказ пачĕ тиек, анчах хăй вите енне чеен пăхрĕ, хăйĕн лашине куçран çĕтерес темерĕ.
— Эх, ырă халăх, — йăпăлтатма пуçларĕ Канцеляров. — Эсир отряда хирĕç кайăр, анчах мана тĕрмĕне питĕрсе хăварăр! Тархасшăн ыйтатăп, питĕрсе хăварăр! — куççулĕ витĕр тилмĕрет почта начальникĕ. — Эпĕ ĕнер Улангин парса янă телефонограммăна уезда ямарăм, айăплĕç мана. Турă пулăр, питĕрсе хăварăр...
Канцеляров нăйкăшсах тĕрме алăкĕ патĕнче тăрса юлчĕ, хăйсен влаçĕшĕн çирĕп тăрас текен кулаксем кам епле тарма пултарнă, çавăн пек саланса пĕтрĕç, вĕсенчен маларах Варламов Димитрий, çĕнĕ тиек, вăрман патнелле пĕр-пĕччен лашине сиккипе чуптарчĕ.
— Ах, ах! — кулянса тăрать Канцеляров. Вăл та тарса кайĕччĕ, анчах унăн лаша çук, çуран инçех чупаймăн.
— Мĕн тăвас? — аптраса тăрать часовой. — Уçас та кăларса ярас пулĕ, тен, мана хĕрлисем тивмĕç вара?
Часовой çăрине уçрĕ, алăка тĕртрĕ:
— Эй, совет çыннисем, кам ăçта кайма пĕлет, çавăнталла кайăр, хам ирĕкпе кăларса яратăп сире! Тухăр!
Тĕрмерисем ним пĕлмесĕр ларнă, ĕнер вĕсене кашнине хытă хĕненĕ, анчах пĕрне те амантса хĕнемен, вĕсене паян асаплантарса вĕлермелле пулнă, ун çинчен вĕсем пĕлнĕ, çавăнпа тухма хăраса тăнă.
Канцеляров тĕрмене юс пек шуса кĕчĕ.
— Тухăр, тухăр эсир. Акă вулăр телефонограмма. Хĕрлисем Хусана илнĕ, — тĕрмери çынсем умĕнче чĕркуçленсе тăма хатĕр пулса йăпăлтатма пуçларĕ Канцеляров.
— Ур-ра! — çухăрса ячĕ Çăкалăхри ял Совет председателĕ. Вăл тĕрмерен чи малтан тухрĕ.
— Тухăр, юлташсем, кунта никам та çук! — çухăрчĕ вăл.
Тĕрмери çынсем васкаса алăкран хĕсĕне-хĕсĕне тухрĕç, ун-кун пăхкаларĕç, çав вăхăтра Канцеляров тĕрмере тĕттĕм кĕтесе шăршлă улăм çине хĕсĕнсе ларчĕ.
— Пурте тухрăр-и? — ыйтрĕ часовой.
Тĕрмере никам та сас памарĕ, часовой алăка хупса çăрапа питĕрсе илчĕ.
Кантурти çынсем пĕлнĕ хыпара Агельский те пĕлнĕ пулсан, вăл Улангина хуса çитме тăрăшас çукчĕ, лашине тепĕр çул çине çавăрса никам тупма пултарайман çĕре васкаса чуптарĕччĕ, анчах Агельский ку хыпара пĕлеймен-ха, мен-ха, хăйĕнчен çирĕм-çирĕм пилек пичатнăй умра пыракан Улангина хуса çитсе винтовкăсем ăçтине пĕлме, каламасан — ăна вĕлерме вĕресе тăнă шурă прапорщик чунĕ.
— Стой! Винтовкăсем ăçтине кала, каламасан, перетĕп! — çухăрчĕ вăл.
Тимĕр кăвак лаша Агельскин хура лашине хăйне хуса çитме памĕччĕ, анчах малти сулахай ури çинчи таканĕ тăватă пăтинчен вĕçерĕнсе пĕр пăти çинче сулланса пыни пĕтерчĕ. Лаша çак ура çине тикĕс пусса чупайми пулчĕ, таканĕ айккинчен ăйккине силленсе урана тӳр лартма памасть, лаша текех такăнать.
Улангин Агельский çумĕнче винтовка çуккине асăрхарĕ. Паллах, Агельскин револьвер пур, тата е тесак, е кинжал пулма пултарать. Револьвер Улангинăн та пур, револьвер ăшĕнче икĕ пуля... Хăйне хыçалтан пертерсе хирĕç ответ памасăрах Улангинăн вилесси килмерĕ. Вăл лашине чупнă çĕртен каялла, Агельские хирĕç çавăрчĕ. Агельский аллинче хăйне тĕлленĕ револьвера курсан, хăй те ревюльвер туртса кăларчĕ. Печĕç харăс. Çӳллĕ çыран, икĕ çынна йĕкĕлтенĕ пек, ахăру ярса вĕçрен иккĕ печĕ. Ахăру сасси Атăл хумĕсем çинчен ярăнса инçене чупрĕ. Улангин тепĕр пульлине те печĕ — каллех лектереймерĕ, ахăру каллех ăна витлерĕ. Агельский те печĕ, анчах ун револьверĕ осечка пачĕ, ăна витлесе çӳллĕ çыран ахăру та яраймарĕ, вăл пенине Атăл хумĕсем те илтеймерĕç, усăсăр пулчĕ. Агельский кантур килкартинче вилеймен çынна персе пĕр пульлине сая янишĕн хăйне тарăхрĕ, Улангина кинжалпа чиксе вĕлерме ун çинелле лашине сиктерсе пычĕ. Тимĕр кăвак лаша кун пеккине нумай куркаланă, сăмса шăтăкĕсене чарса пăрахса чĕвен тăчĕ, хăй çинче ларакан çынна çӳле çĕклерĕ, Улангин чĕрине тĕлленĕ кинжал йĕнер унки çине лексе чанклатрĕ. Улангин чĕлпĕре туртрĕ — лаша Атăла сикрĕ, тӳрех мăй таран анса кайрĕ. Агельский — хыçалтан. Хура лаша тимĕр кăваккинчен икĕ шит лутра, вăл куçĕ таранах шыва анса кайрĕ, чăмса тухнă чух Агельские кĕç ӳкеретчĕ, çавăнпа Агельский каллех Улангина кинжалĕпе амантаймарĕ, ăна хăйне Улангин револьвер аврипе аллинчен хытă çапрĕ. Агельский аллине аялалла антарчĕ, çӳлелле çĕклеймен пирки кинжалĕпе Улангин лашине ăмăрĕнчен чикрĕ. Кăрсака лаша чĕвен тăчĕ, кăкăрĕнчен тапса тухнă юнĕ пĕр самантрах шыва хĕретрĕ. Улангин йĕнер çине çĕкленсе тăчĕ те Агельский мăйĕ çине сиксе утланчĕ. Агельский тайăлнипе ун айĕнчи лаша шуса тухрĕ. Икĕ çын пĕр çăмха пулса икĕ лаша хушшинчи хĕрелнĕ шывра пĕр самантлăх курăнми пулчĕç. Хуçисемсĕр юлнă лашасем шыва чăмпăлтаттарса хăйăр çине тухса тăчĕç.
«Шыв айĕнчен хăш паттăрĕ çĕнтерсе тухĕ-ши?» — тесе шухăшланă пек тимĕр кăвак лаша каялла çаврăнса тăчĕ те Атăл çине пăхрĕ. Шывран Улангин çĕкленсе çыран хĕрринелле ишме пуçларĕ. Тимĕр кăвак лаша кĕскен кăна кĕçенчĕ.
32
Варлампа Туров Мирон çĕнĕ влаçпа каялла тавăрса панă пысăк пӳртĕнче тытман упин тирне сӳсе лараççĕ.
— Ку пысăк ĕçшĕн Агельские тав тумалла пулать пирĕн, — тет Туров, çĕр пуянĕ çине пăхса.
— Тав тумаллах... Эсĕ мĕнпе тав тума шутлатăн, Мирон? — ыйтать чее Варлам.
— Çĕр парас.
— Хăшне?
— Акă, калăпăр, сирĕн Юманлăх Курт айĕнче çирĕм десятин çĕр ахалех выртать, çавна парас...
Варламăн çăтă чунĕ картах сикрĕ. Ку çĕре Варлам хăйне валли тахçанах куç хывнă: Туров тӳрех ун ури çине таптани Варлама килĕшмерĕ:
— Агельский пирĕн ялшăн кăна тăрăшмасть, сирĕн ялшăн та тăрăшать, — терĕ вăл.
— Агельский вăл пĕтĕм патшалăхшăн тăрăшать, пĕтĕм тĕнчешĕн, темелле...
Икĕ пуян пысăк ĕç çинчен калаçаççĕ, кил хуçи хĕрĕ качака пек хăвăрт сиккелесе пӳртре тирпейлет. Шкул уçсан парттăсем кĕртсе тăратнăччĕ, вĕсене вăл пĕрре юлмиччен урама кăларса печĕ, пысăк пӳлĕм варне çаврака сĕтел çине ярапаллă шурă çивитти сарчĕ, стакан-черккесем лартрĕ, пукансем йĕри-тавра лартса хатĕрлерĕ — каçалапа савнă çын килессе кĕтет. Ашшĕпе хăни тĕнчипе чи çывăх, чи юратнă çын ятне асăнни Малляна калама çук хаваслантарать. Халĕ, кĕркунне пулсан та, Малляшăн пĕтĕм тĕнче юрлать те савăнать. Нимĕн çинчен те пĕлесшĕн мар вăл, хăйне Агельский юраттăр кăна. Малля пуян, нумай тупраллă хĕр; мул енчен таврари хĕрсенчен пĕри те Варлам хĕрĕпе танлашаяс çук, унăн хăйĕн чипер пуласчĕ... Пĕр шухăшласан, начар-им вăл? Малля пысăк тĕкĕр умне тăрать. Тĕкĕр витĕр ун çине сарлакарах та лутрарах, тăваткал пит-куçлă, хура çӳçлĕ, хĕп-хĕрлĕ питлĕ хĕр пăхрĕ. Кăвак кĕпи йăлтăртатса тăрать, симĕс саппунĕ те пурçăн, уринче тӳмеллĕ пушмак, пушмак çинче пĕтĕм урая сăн кĕртсе тăракан çап-çутă калуш.
«Чиперкке пуласса пулман та, çамрăк эпир те пулнă», — теççĕ вара сăпай ватă çынсем. Чăнах та çамрăклăх вăл хăй чипер. Хура пулать-и, сарă-и е хура тутлă — çамрăк чухне хĕрупраç кашни хăйне кура илемлĕ.
Хĕр тени вăл, чипер пулсан та, тата питĕ чипер пуласшăн. Ку тавралăхра чипер хĕрсем яланах Малля тантăшĕпе, Станук Макçи Лисуккипе, хăйсене танлаштарса пăхаççĕ. Вăрăм сарă çивĕтлĕ хĕре курсан — кун çӳçĕсем Лисук çӳçĕ пек, теççĕ; стайлă кĕлеткеллĕ хĕре курсан та, илемлĕ стайлă кĕлеткеллĕ Лисука аса илеççĕ: е çăмăл, васкарах утаканни пулсан та — Лисук пек утать, тенĕ. Лисукăн кулли те ылтăн шăрçа сапаланă пек пулнă, ун тантăшĕсем пурте çапла куласшăнччĕ, Малля та çаплах тăрăшнă, анчах ун хулăнтарах сассине ун пек кулă килĕшмен; куçĕсем те уйрăм: Лисукăн тăрăхларах кăмăллă хăмăр куçĕ кулас пулсан, тăп-тăп илемлĕ тутисемпе ăслă куçĕсем пĕрле кулаççĕ, çынсене илемлĕхĕпе хаваслантараççĕ; Маллян тачкарах тутисем кулса сарăлнă чухне хура çаврака куçĕсем кулмаççĕ, çурри таран сиввĕн кăна куç хупанки айне пытанаççĕ.
Малля тĕкĕр умĕнче хиркеленсе çаврăнкаларĕ, сарăн ылтăн укаллă икĕ ярапине икĕ еннелле кустарчĕ, мерчен шăрçисем вĕттĕн шăкăртатса илчĕç.
«Чипер эпĕ, çавăнпа мана чи илемлĕ каччă юратать... Тĕнчипе пĕртен-пĕр илемлĕ каччă Агельский. Офицер! Чипер эпĕ... Макçи Лисукки пекех мар та... ыттисенчен пуринчен те чипер!» — шухăшларĕ мăнкăмăллă Малля, хаваслансах кăнтăрлахи апат хатĕрлесе. Тен, вăл кăнтăрлахи апат вăхăтĕнчех çитĕ?.. Большевиксене вĕлерсе пĕтернĕ, терĕ старшина, урăх мĕн тумалла унта Агельскин?.. Хăйне хăй савăнса пăхса тăрансан, Малля апат хатĕрленĕ май каллех ашшĕпе хăни мĕн çинчен канаш тунине тимлĕн итлеме пуçларĕ.
— Çар çынни çар ĕçне тумаллах, ытла пуян çын ачиех мар, эпир тав туса аллине чăмăртанăшăн та тем пек савăнмалла, — терĕ ашшĕ, кантăкран сарă çулçă вĕçсе кĕнине пăхса.
— Эсĕ, Варлам Васильевич... — хиреç калама пуçларĕ Туров, анчах малалла нимĕн те калаймарĕ: пахча хыçĕпе хытă чупса килекен Люшшана курнипе сухалне малалла, таратсах Варлампа юнашар пырса тăрса кантăкран пăхрĕ.
Люшша чупса пынă çĕртенех пахча карти урлă кашкăрла сиксе каçрĕ, пĕр самантрах кантăк умне пырса çитрĕ. Унăн çири тум-тирне йытă туланă тейĕн: çĕтĕк-çурăк, татăкăн-татăкăн усăнса тăраççĕ. Варлам куçне чарса пăрахса пукан çине лат! ларчĕ, ывăлĕ мĕн каласса кĕтрĕ. Люшша кăкăрти сывлăша хашлаттарса аран-аран çавăрса ярсан, васкаса калама пуçларĕ:
— Карательнăй килет... Хĕрлĕ командир ертсе килет... Командирĕ Уçка шăллĕ, Иван... пулеметлă, пăшаллă... нумаййăн...
— Пĕтерчĕç апла сире? Çĕнеймерĕр?
— Çук, çĕнеймерĕмĕр...
— Агельский ăçта? — сăмаха хутшăнчĕ Туров.
— Тарнă...
— Эх, тăм пуçсем эсир!.. Эх, Мĕтри ăçта? Мĕтри пулсан...
— Атте, — каласа пĕтерме памарĕ Люшша, — пичче те нимех те тума пултараймарĕ... Хусана хĕрлисем илнĕ...
— Пĕтрĕмĕр... — терĕ Туров, Варлама хирĕç сак çине йывăррăн ларчĕ.
— Мĕн пулчĕ тетĕн? — илтнине ĕненмесĕр ывăлĕнчен тепĕр хут шăппăн ыйтрĕ Варлам.
— Хусана хĕрлисем илнĕ, пирĕн арми каялла тарать. Ман айри лашана хамăр çынсемех вăйпа туртса илчĕç...
— Турă çырлах! — Варлам васкаса сăхсăхрĕ, куçĕсем вут сиксе тухас пек чарăлса хĕрелсе кайрĕç.
— Карательнăй отряд кунталла çывхарса килет... Пирĕн куккана ним судсăр персе вĕлерчĕç... Ытти пуянсене те... ним хĕрхенмесĕр... Отряд питĕ пысăк...
— Мĕн тăвас? — Варлам Туров çине татса калассине шанса пăхрĕ.
— Пуçа упраса хăвармалла. Лаша кӳлсе тармалла... Сывă пул, киле васкам. — Туров алăк патнелле чупрĕ.
Варлам ура çине сиксе тăчĕ:
— Люшша!.. Лаша кӳл. Иккĕшне те... Пахарах япаласене урапасем çине...
— А... а!! — лапчăнса ларса хытă çухăрса ячĕ Малля.
— Ан кăшкăр, халĕ макăрма вăхăт çук. Анне ăçта?
— Анне! Анне! — куççулĕ витĕр кăшкăрчĕ Малля.
Маттĕрне хăвăрт пӳрте кĕчĕ.
— Анне, тармалла... час пул... пахарах тумсене илсе каяс, — хыпаланчĕ хĕрĕ.
Пуçланчĕ тĕркĕшӳ. Люшша хăвăрт шурă лашине кӳлсе тăратрĕ, витене кĕрсе хăла лашине йĕвен тăхăнтарса çавăтса тухрĕ. Маттĕрне япаласем çĕклем-çĕклемпе урапа çине тиет. Малля хăйне валли качча кайма хатĕрленĕ пурлăхне сĕтĕрет.
— Эсĕ, Маттĕрне, япаласене суйлама пĕл! — тет хуçи, алкумне ерипен тухса.
— Ху мĕншĕн пулăшмастан? — çилленчĕ арăмĕ.
— Манăн ĕç пур... Коляккана чĕнсе кала-ха, ман пата пӳрте кĕтĕр, — Варлам сасартăк ик аллипе те мăйне тытрĕ, мăйĕ чăтма çук хытă туртса ыратма пуçларĕ, сывлама чарчĕ, Варлам сывлăша хăй ăшне çăтрĕ те чĕри хытă тапма пуçличченех кăлармасăр тăчĕ, вара сасартăк ӳсĕрĕлсе кайнă çын пек тайкаланса пӳрте каялла кĕчĕ.
— Михаля амантни çĕнелет иккен, — шухăшларĕ вăл.
— Атте, эсĕ мана мĕншĕн чĕнтĕн? — ыйтрĕ Колякка, часрах каялла тухса тарас шутпа алăк пуканĕ çинчен анмасăр.
— Кил кунта! — хушрĕ Варлам.
Колякка сĕтел айккине пырса тăчĕ.
— Итле, ывăлăм... çемьере... — Варламăн пуçĕ хытă чĕтресе илчĕ, питĕ ыратнипе Варлам шăлне çыртрĕ, нумайччен çăварне уçаймасăр аптрарĕ... — çемьере эсĕ манăн чи юратнă ача... ме сана хут, удостоверени ку... Антун ял Совет пичетне пусса пачĕ... Эсĕ Николай Васильевич Пастухов ятлă вара... Çак ятпах ĕмĕр пурăн... Аçу ятне улăштарнăшăн турă умĕнче çылăхĕ мана пултăр...
— Мĕне кирлĕ мана ку хут? — ыйтрĕ ывăлĕ.
— Ку хут сана питĕ кирлĕ пулĕ. Эсĕ аннӳсемпе пĕрле Микиш хăта патне утара кай, Микиш хăта ăслă çын, сана ăçта та пулин вырнаçтарĕ... Совет влаçĕ çирĕпленсех ларсан, эсĕ хăвна чухăн çын ачи, тăлăха юлнă ача тесе пурăн, коммунис партине кĕр, хăвна чунтан юратнă аçуна ан ман... Ывăлăм... — Варлам куççульпе макăрса ячĕ, Коляккана ыталарĕ. Виç-тăватă хут ĕсĕклесе илсен макăрма чарăнчĕ, куçĕсем куççуль юхтарман пекех сасартăк типсе ларчĕç те усаллăн хĕрелчĕç.
— Колякка, — хăрушă сасăпа васкаса пăшăлтатма пуçларĕ пуян, — эсĕ пысăк çын пулма тăрăш, пуçлăх пул... Совет влаçне ăçтан май килет, çавăнтан сăтăр туса пыр, анчах ху ан тытăн... Çав ĕç вара мана ырăпа асăнни пулать. Атте сăмахне çĕре ӳкерместĕп тесе сăмах пар мана, ывăлăм.
— Сăмах паратăп, атте, — терĕ Колякка, куçĕсене ашшĕ пекех тăхлан тĕспе вылятса илчĕ, çав самантрах çав çутăсене куç хăрпăкĕ айне пытарчĕ.
Тата мĕн хушатчĕ-ши Варлам, унăн татах та каламалли пурччĕ пек, анчах алăк тăпсинчен сиксе сирпĕнес пек уçăлни Варлама калаçма чарчĕ.
— Хĕрлисем çывхараççĕ, хурăн çулĕ урлă каçаççĕ, — çухăрчĕ Малля алăк пуканĕ урлă.
Варлам сиксе тăчĕ, вăл панă хутне Колякка пиншакĕн шалти кĕсйине шанчăклăн пытарса хунине асăрхарĕ, уншăн савăнчĕ, вара аманнă кашкăр пек лăпăс-лăпăс чупса хапха уçма пычĕ.
— Маттĕрне, Микиш хăта патне кайăр, тĕнче лăпланиччен ун патĕнче вăрмантах пытанса пурăнăр. Ырансем эпĕ хам та пырăп. Тухса кайăр, пуплесе тăма вăхăт çук.
Варлам сарлака хапхине уçса ячĕ. Варлам арăмĕ малти урапа çинче пурлăх купине витнĕ шурă шăналăка хĕстерсе тухрĕ те вĕренпе каплетсе илме ĕлкĕрчĕ. Малля хăйĕн пурлăхне вĕренпе туртса çыхма ĕлкĕреймерĕ. Ялтан инçех те мар, аслă çул енчен, çывхарса килекен шав илтĕнчĕ.
— Килеççĕ! — хаяр сасăпа çухăрчĕ Малля.
— Кайăр хăвăртрах! — аллине сулчĕ Варлам.
Маттĕрне вĕрен вĕçне хĕстереймерĕ, ăна лав тăрне ывăтрĕ те хăй çиеле хăпарчĕ, япаласем силленесрен урапа çине ик урине ик еннелле ярса ларчĕ, тулли уйăх пек çутă сăмаварне алла тытрĕ. Иккĕмĕш урапине Малля хăйĕн пурлăхне тиенĕ, хăй амăшĕ пекех тăрне хăпарса ларчĕ. Люшша малти урапа патне чупса пычĕ, малти ӳречи çине тĕкĕнсе ларчĕ те тилхепине туртрĕ: «Но-о!»
Лаша тапса сикрĕ, килкартинчен урама вĕçнĕ пек чупса тухрĕ, ун хыççăн тепри те тăрса юлмарĕ. Хыçалти урапа çинче Малляпа пĕрле шăллĕ ларнă; лаша тытма пĕлни çак вăхăтра Коляккашăн питĕ кирлĕ ĕç пулса тăчĕ.
Урапасем шăлтăртатни инçерех кайсан, Варлам хапхана хупма тăнăччĕ — сасартăк юрă илтĕннипе тĕлĕнсе тапах чарăнса тăчĕ. Çапла инкеклĕ вăхăтра кам юрлама шут тытнă-ши? Пăхкаларĕ — кӳршĕре сарай тăрĕнче пĕр пĕчĕкрех кăна ача сике-сике юрлать:
— Тĕлĕнмелле япала!
Тĕлĕнмелле япала:
Варлам лаша кӳлсе тăратнă —
Сӳсмен пăяв — мунчала!
Сарлака сăрлă хапхи умĕнче, пурлăх урăх пуçтарас çуккине пĕлнĕ пек, те çилленнипе, те тĕлĕннипе хапха юпи çумĕнче хăй те хапха юпи пек пĕчĕк ача юррине итлесе тăрать Варлам.
Тин çеç урамра никам та çукчĕ, сасартăк урама лăс пек çын шăтса тухрĕ, кĕр-кĕр кĕрлет халăх:
— Тараççĕ пуянсем!
— Хĕрлĕ Çар килет! Хĕрлĕ Çар!
— Атьсемĕр, пирĕн мĕн тăвас? Эпир те тарар-и?
— Çын юнне сăхса пурăнман! Мĕншĕн тармалла пирĕн?
— Уй хапхине уçас, атьсемĕр!
— Уçас уй хапхине!
Виççĕн-тăваттăн уй хапхи патнелле чупрĕç.
Уйпа шак сиккипе килекен утлă отряд ял пуçне çитерехпе лашисене чарчĕ, уттипе ячĕ. Чи малтан иккĕн пыраççĕ. Иккĕшĕн те лашисем хура. Пĕри отряд командирĕ, тепри Хĕрлĕ ялав тытнă. Хĕрлĕ ялавĕ вут-кăвар пек ялкăшса пырать. Командир ытти салтаксем пекех çамрăк. Симĕс гимнастерка çинчен хулпуççи урлă пулемет ленти çыхнă, кăкăрĕ умне хĕрлĕ хăю татăкĕ çыпăçтарнă, çурăмĕ хыçĕнче штыклă винтовка, сарлака сăран пиçиххи çумĕнче — револьвер.
Командир хыçĕнчен отряд пырать. Уçса тăратнă уй хапхи патне çитрĕç те харăссăн юрласа ячĕç:
Вихри враждебные
веют над нами,
темные силы
нас злобно гнетут!
В бой роковой
мы вступили с врагами…
Сассисем çамрăк, таса та вăйлă, урамра хуралтăсене перĕннипе вăйланса янраççĕ; лашисен таканлă урисем кĕрхи хытă çул çинче шакăртăк-шакăртăк туса пыни салтак юррине илемлетет.
Урамăн икĕ айккипе стена пек халăх, пурте салтаксене пăхса тĕлĕннĕ, пĕр хускалмасăр, пĕр сас кăлармасăр тараççĕ. Пĕр Уçăп арăмне тем пулчĕ: вăл сасартăк ик-виç утăм малалла утса юнашар тăракан çынсенчен уйрăлса тăчĕ, ик аллине кăкăрĕ çумне пăчăртаса тытрĕ, командир çине тем ыйтнă пек, вăл ăна тем каласса кĕтнĕ пек пăхса тăрать.
— Униç кин, мĕскер эсĕ?
— Униç, ухмаха ермерĕн пуль те? — ыйтаççĕ юнашар тăнă çынсем; пĕри ăна çаннинчен те туртса пăхрĕ. Униç çаврăнса та пăхмарĕ, тинкернĕ куçне командир çинчен илмерĕ.
— Инке! — савăнăçлăн кăшкăрса ячĕ командир, пуçри шлемне çӳлелле çĕклесе. Пĕтем халăх тĕлĕнсе малтанлăха вырăнта хытса кайрĕ.
— Сарывăлсем! — хирĕç çухăрчĕ те Униç командир патнелле чупрĕ, командирĕ лашине ун патнелле пăрчĕ, инкĕшне алă пачĕ.
— Иван! — кĕрлесе ячĕ пĕтĕм ял. — Иван!
Ялти халăх савăнăçне каласа та пĕтерес çук: алă параççĕ, ыталаççĕ, тĕлĕнсе ахлатаççĕ.
Хăйĕн пӳрчĕ çумне таянса тăнă Варлам та тĕлĕнсе кайрĕ. «Иван... вешникре путнă терĕм-çке...» — таçтан пĕр уйрăм шухăш пырса кĕчĕ Варламăн тытса чармалла мар чĕтреме пуçланă пуçне... «...пуртă кирлĕ... пуртă...» Варлам лăпăс-лăпăс чупса алкумне кĕрсе кайрĕ: «Хам виличчен пĕрне те пулсан... Иванне те пулсан...»
Чĕтрекен пуçне икĕ аллипе тытса, Варлам алкумне кĕчĕ, сак айĕнче выртакан пурттине илме пĕкĕнме тăчĕ, пĕкĕнеймерĕ, вара чĕркуçленсе ларса пурттине авринчен тытса хăй патнелле туртрĕ — çук, шумасть, пуртă вунă пăт та таять пулĕ... пуртти йывăрланнă-ши, е Варламăн вăйĕ чакнă? Пулма пултараймасть!.. Темле... Ах... пуçĕ кăна мар, аллисем те чĕтре пуçларĕç. Варлам пуртта сак айĕнчен туртса кăлараймарĕ, сак хĕррине чавсаланса ура çине тăчĕ. Урисем те четреççĕ, пĕве çĕклесшĕн те мар... Варлам Хĕрлĕ Çар отрячĕ патне мирлĕ çын пек пулса тухас терĕ. Аллине стена тăрăх шутарса алăк патнелле утрĕ, урисем пĕри тепринчен иртесшĕн мар...
Сасартăк вăл урамри шава уççăн илтрĕ. Савăнать ял халăхĕ, никамран та хăрамасть. «Мĕншĕн эпĕ çапла кĕрленине тин илтрĕм, вĕсем паçăрах кĕрлеççĕ-çке?» — тĕлĕнчĕ Варлам. Ивана арман пĕвинче вилнĕ тесе шутланă-çке Варлам... вилмен вăл, акă инкĕшĕпе, пĕтĕм ял-йышпа тĕл лулчĕç, савăнса ыталанса тăраççĕ... Тăванĕ... ĕнтĕ пĕтĕм отряд ялти халăхпа тăван пек пулса тухать...
Капланса килнĕ çилли Варлама вăй пачĕ, сылтăм урипе чупса каяс пек пĕр утăм пусрĕ, сулахай урине те алăк пуканĕ урлă каçас тесе çĕклерĕ, анчах каçсах кайма вăй çитеймерĕ, алăк пуканĕ ытла çуллĕ иккен... Ура такăнчĕ, Варламăн çичĕ пăт таякан кӳлепи сулмаклăн пусма çине ӳкрĕ.
Варлам пуçĕнче шухăш пĕр самантлăх тăрăлчĕ: «Люшша, ухмак... тарчĕ... анчах, ан савăнăр: манăн аслă ывăлăм Мĕтри пур. Вăл сире хирĕç вăрçă çĕклесен, юн хăсса вилетĕр... Мĕтри ман ăслă... Кĕçĕнни... Колякка... вăл сире кăтартĕ-ха! Вăл...»
Варламăн хаяр тавăрас шухăшĕ тĕвеленсе çитеймерĕ, пуçне вĕри çапрĕ.
Тĕнчере пĕр усал çын катăлчĕ.
33
Пысăк вăрман, сĕм вăрман, çак кунсенче такама та пытарса усрарĕ. Паян кулаксене пытанма кирлĕ пулчĕ. Унтан та кунтан пурлăх тиенĕ лавсем сиксе тухаççĕ уйпа, улăхпа чуптараççĕ, хура вăрмана чăмаççĕ.
Тарса каякан кулаксене хăваласа кĕрхи çула янратса Йĕлмекассинчен тухнă утлă хĕрлĕ отряд пырать. Сулхăн çил пите перĕнет, вăй парать.
Кăвак тӳпе тарăн та тĕпсĕр. Пĕтĕм тавралăх уççăнах курăнать. Мăнçырма уйне хăпарса çитсен инçетри вăрман курăнчĕ. Улăх тăршшĕпе пыракан лаша çулĕ пысăк мар кӳлĕ хĕррипе пырса вăрмана кĕрсе каять.
— Курăр, пур енчен те кулаксем ку вăрманалла тараççĕ! — терĕ Иван, вăрмана кĕрекен çул çине кăтартса.
Чăн та, тăват-пилĕк лав сиккипе вăрмана кĕрсе кайрĕç. Варлам çемйи ку ушкăнра курăнмарĕ, вăл пуринчен малтан вăрмана кĕрсе кайнă, халĕ улăпла пысăк юманлăх çулĕпе вĕçтерет. Люшша лаши йĕп-йĕпе тара ӳкме ĕлкĕрнĕ, унăн хырăмĕ айĕнчен тар супăнь кăпăкĕ пек татăла-татăла ӳксе юлать. Люшша тискерленсе кайнă, ниме те пăхмасть, ахаль те çил пек пыракан лашине чĕн пушăпа ăшалать. Çĕр çулхи юмансем вĕлт те вĕлт иртсе юлаççĕ.
Колякка ун пекех хăвалаймасть, ун лаши хăй малта пыракан шур лашаран юласшăн мар. Ӳксе юласран хăраса кăвакарса кайнă амăшĕ хăрах аллипе пăявран ярса тытнă, хăраххипе сăмаварне хăй çумне хĕстернĕ. Ĕмĕрхи юмансен тымарĕсем çул урлă выртнă çĕрте урапа сирпĕнсе каяс пек çӳлелле сиксе илет. «Ах!» — тесе ĕхлетсе çеç илет Маттĕрне.
Хыçалтан тата лавсем килни илтĕнчĕ. Маттĕрне, камсем килнине паллас тесе, мăйне тăсрĕ. Çав вăхăтра тымар çине перĕннĕ малти кустăрмасем урапана лăнк! тутарчĕç, кайри кустăрмисем тымар урлă каçса çĕре аннă чух малти сылтăм урапи каллех çӳлĕ тымар çине лекрĕ, урапа тайăлчĕ, Маттĕрне чавси тем çине перĕнчĕ, ал шăнăрĕсем сарăлса кайрĕç, пӳрнисем хăйсемех тăсăлчĕç, итлеми пулчĕç, сăмавар аллинчен вĕçерĕнсе кайрĕ. Вăл йăлтăртатса кĕмсĕр-кĕмсĕр çул çине ӳкрĕ. Урапа хыççăнах пыракан хăла лаша айккинелле сикрĕ, Малля темле ларса юлма пĕлчĕ, ӳкме пуçланă япалисене кушакла хăвăрт ярса тытрĕ, икĕ аллипе те ыталарĕ. Ури айĕнче тĕркĕм-тĕркĕм шур пирĕ сикрĕ, каялла вырнаçса выртрĕ, пĕр тĕркĕмĕ кăна урапа çине лекеймерĕ, ун саланма пуçланă вĕçне Малля çапах та ура кĕлипе урапа ӳречи çумне хĕстерме ĕлкĕрчĕ, алăри япала купи çине кăкăрĕпе выртса пушаннă аллипе пĕр самантра пир тĕркĕм вĕçне ярса тытрĕ. Пĕр самантлăх кăна аллине ярсан, хăй умĕнчи япала купи саланма пăхрĕ. Малля ăна саланма памарĕ: пир вĕçне çăвара хыпрĕ, шăлĕсемпе çыртрĕ, ик аллипе каллех умри япалисене ыталаса ларчĕ. Чугун çул çинчи поезд пек хăвăрт пырать урапа. Малля хăйĕн пурлăхне чиперех упраса пырать-ха ку таран. Ӳкнĕ пир тĕрки кăштăр-каштăр туса çул çинче сиккеле-сиккеле тăсăлса пычĕ, саланса пĕтсен пир вĕçĕ вилекен кăвакал çунатти пек пĕрре çӳлелле çĕкленчĕ те çул çине выртса вĕттĕн-вĕттĕн вĕлтĕртетсе шума пуçларĕ. Сиккипе пырать хăла лаша, кăшăр-кăшăр сĕтĕрĕнсе пырать хĕрĕх аршăн катанпир. Çул тикĕс пулнă пулсан татахчĕ... Пир пĕр тикĕс шăваймасть, тымарсем пире туртса пăхма хăтланаççĕ, Малля çăварĕнчен вĕçертесшĕн. Малля ларать йывăçран туса тутăр çыхтарнă тӳркӳлли пек. Ун çăварне шăнăр туртса илнĕ, питçăмартисем шăнса кӳтнĕ пек ыратаççĕ. Уçаймалла ĕнтĕ çăварне, юлтăрах пир тĕрки çул çинче... Çук, Малля хăйĕн пурлăхĕшĕн теме те чăтма пултарать. Капла май пырсан Микиш патне çитме пулать-ха.
Хыçалтан хуса çитсе пыракан лавсем курăнчĕç. Çатра пуянĕсем пыраççĕ. Иккĕн кăна ларнă çăмăл тарантаслă çинçешке те вăрăм ула ăйăр питĕ хăвăрт çывхарса пырать. Ун çинçе пакăлчаллă урисем пуснă пек мар, урапа пек çаврăнса пынăн курăнать. Вăл вĕлтĕртетсе пыракан пир вĕçĕ патне çитсен, ула ăйăр харлатса чĕвен тăчĕ, пир çине таптама хăрарĕ. Каракуль калпаклă хуçи шăвик шăхăрчĕ, сарă тилхепине карт туртрĕ. Ула ăйăр вăйлăн малалла туртăнчĕ те пир çине таптарĕ. Пир тăрăхĕ варри тĕлĕнче çĕкленсе илчĕ, Малля çăварĕнчен малти çӳлти шăлпа пĕрле вăркăнса тухса çул çине ӳкрĕ. Агельские кĕтсе тăхăннă чи паха тум-тирри, алăри япалисем сирпĕнсе тухнă юнпа пĕвенчĕç. Малля çухăрас тетчĕ кăравул, анчах ула ăйăр чарса пăрахнă сăмса шăтăкĕсенчен пас кăларса Малля ларса пыракан урапа хыçне чĕркуççийĕсемпе лектере пуçларĕ.
— Хăвала, Люшша! — этемле мар хăрушă саспа çухăрчĕ каракуль калпакли.
Вăрман çулĕ ытла ансăр, ирттерсе яма май çук Люшша лаши, ăна тем чухлĕ çапсан та, ула ăйăр пек чупаймĕ. Пурччĕ, Варлам лашисем те ула ăйăртан кая марччĕ... илсе кайрĕç... Çук, çавнах та Люшша хăйĕнчен иртсе кайма памĕ. Тăхлан вĕçлĕ нухайккипе пĕтĕм вăйран сарă лашине çапрĕ. Лаша авăнса илчĕ, ун кайри пĕççинчен юн сăрхăнса тухрĕ. Урапа кĕмсĕртетсе пĕр самантлăх чарăнчĕ. Ула ăйăр кĕç Малля ларакан урапа çине сиксе ларатчĕ.
— Пĕсехе! Пăрăн! — хушса кăшкăрчĕ ула ăйăр хуçи.
— Анне, эпĕ вăрманта пытанатăп! — терĕ Люшша, урапа çинчен сиксе анса вăрманалла чăмрĕ. Пĕр самант тĕркешӳ-çухрашу пулса иртнине итлерĕ. Пĕр лав çинче Çеркки ывăлĕ таркăн Энтрей ларса пынине курса юлчĕ, анчах кам лавĕ çинче ларса пынине палласа илме ĕлкĕреймерĕ. Хыçалти лавсем Варлам лавĕсене йывăçсем патнех пăрса хăварса иртсе кайрĕç пулмалла... Тепĕр тесен, çул çинче кирек те мĕн пултăр, Люшшан сывă-чĕрĕ юласчĕ... Вăл çул хĕрринчи çăра шĕшкĕлĕх варне кĕрсе лăпчăнчĕ. Тарса каякан урапасем кĕмсĕртетни илтĕнми пулсан, тепĕр енчен тăпăртăк-тăпăртăк лаша ури илтĕнсе кайрĕ. Тепĕр вун-вун пилĕк минутран тарса каякан кулаксене карательнăй отряд хуса çитĕ. Люшшана вăрман тăрăх шырама пуçлĕç... Тарас!..
Люшша шĕшкĕлĕхрен пĕкĕнсе тухрĕ, ун-кун пăхкаларĕ. Ку вырăна палларĕ: «Ак кунта ухрути хутаççи выртатчĕ, кунта... карчăка пăвса вĕлернĕ вырăн...» Люшша çӳçенчĕ. Хăвалакансем çитсе пыни ăна питĕ хăратрĕ. Пĕкĕнсе кашкăрла хăвăрт вăл вăрман ăшнелле чупрĕ. Чупрĕ-чупрĕ, ырнине пĕлмесĕр чупрĕ. Такăнса темиçе хут та ӳкрĕ, хăвăрт тăрса каллех чупрĕ. Шала кĕнĕçемĕн вăрман çăралса пычĕ. Халĕ ĕнтĕ чупма та май çук, умри туратсене алăпа сирсе утмалла. Люшша ку вăрмана çулсăр-сукмаксăр витĕр тухса тепĕр вулăса тарма шут тытрĕ. Инçерех, хăйне палламан çĕре. Унта вара Атăл урлă каçса кайса çармăсра пытанса пурăнма май шырас терĕ. Васкасах пырать Люшша, питрен çапакан туратсене çилленсех айккинелле сирет е хуçсах хăварать. Тарласа кайрĕ, тарăхса çитрĕ. Ывăнчĕ.
Кĕрхи вăрман шăп. Чăтлăх. Хăвалакансем кунта çити килеймĕç.
— Ах, кăшт канас-ха, — шухăшларĕ Люшша, тарăн вар хĕрринчи пĕчĕк уçланка тухсан.
Йывăç туратти çапасран текех хĕссе пынă куçне уçайчĕ — ним ăнланма ĕлкĕриччен пуç тирне-ыраттарса, йăлтăркка кусуруклă карттусне çĕклесе çӳç вирелле тăчĕ, чĕркуççине çиçĕмлĕ хăвăрт тăхлан тулчĕ. Люшшаран çич-сакăр пичатнăйра упа тăрать. Упа кунталла темле чĕр-чун çывхарнине итлесе тăнă пулмалла: Люшшана кĕтсе тăнă пекех пăхса тăрать. Люшша тапах юпа пулса тăчĕ. Тарас тесен те, ниçта тарма çук, кунти чăтлăх, паллах, упа хуçалăхĕ. Упана ку çын килĕшрĕ пулас, вăл ерипен кайри ури çине çĕкленсе тăчĕ. Икĕ ури çинче вăрах тытăнса тăрайманнипе вăрман вайпучĕ вăрмана янратса мĕкĕрсе ячĕ, икĕ мăн тяппипе Люшша патнелле виçĕ утăм турĕ. Люшша упа питне курчĕ: çăварне ытла сарлака карса пăрахнипе упан куçĕсем хĕсĕнсех ларнă, çип пек хушăк кăна. Тĕлĕнмелле пысăк карса пăрахнă çăварĕнче мĕкĕрнипе хĕрлĕ чĕлхи витленĕ пек чĕтрет.
Тăхлан тулнă урисем сасартăк çухалчĕç. Люшша ним шухăшлама ĕлкĕриччен каялла çаврăнса алли-ури пуррине сисми чупрĕ. Улма пахчине кĕнĕ вăрра хуçи ярса тытнă пек упа ик уран тăрса, камитленме пăрахса тăват уран иккĕ-виççĕ сиксех, Люшшана хуса çитрĕ. Тăпах чарăнса тăнă Люшшана çӳçĕнчен тăрмаласа илчĕ. Тăрмаласа илнĕ пуç тӳпинчен юнĕ çамка çине анса куçне хупласа иличчен Люшша тăхлан вĕçлĕ нухайккипе упана пуçĕнчен сăтăрса çапса илчĕ.
Упа-утамана çав çеç кирлĕ, халĕ вăл, кĕркунне, выçă мар пулин те, çын шăммине савăнсах авкалĕ. Сăлтавĕ питĕ аван.
Люшша епле çĕре ӳкнине хăй те ăнланса илеймерĕ. Хăранипе ним ыратнине малтан чухлаймарĕ. Çĕр çумне çыпăçса чылай выртрĕ. Ним сас илтĕнмерĕ. Люшша çĕкленсе пăхрĕ. Епле хускалчĕ, ун çине упа хăпарса ларчĕ те çапса-ватма пуçларĕ. Люшша лăпланчĕ. Упа каллех айккине кайса тăчĕ.
34
Сĕве станци тавралăхĕнче Атăл урлă каçакан Романовский кĕпершĕн паян кунĕпех хаяр çапăçу пычĕ. Чехсемпе шуррисем пур енчен те тапăнса пăхрĕç. Кĕпер çине Хусан енчен те кĕресшĕн пулчĕç. Тупăсем кĕрĕслетрĕç. Центра пĕтĕм патшалăхпа çыхăнтарса тăракан чугун çул кĕперне шуррисен аллине парсан, çамрăк Совет влаçне питĕ йывăр килессине пĕлсе тăнипе хĕрлисем пĕтĕм вăйран çапăçрĕç. Ял-ялĕнчен лав шучĕпе чугун çул юсама пухăннă çынсем пурте Сĕве станци патне пухăнса хĕрлисене пулăшса тăчĕç. Мĕн чухлĕ пулчĕ аманаканĕ, вилекенĕ! Санитарсем, сестрасем аманнă салтаксене вутлă-хĕмлĕ вырăнтан çĕклесе тухнă. Çапла хăрушă куна ирттернĕ хыççăн ниепле те лăпланса çитеймесĕр çӳçенсе ларать пĕр медсестра шкулта вăхăтлăх тунă лазаретра.
Ун пуçне авранă шурă бинти хăлха тĕлĕнче хĕрелсе пырать, вара çав хĕрлĕ вырăн тĕттĕмленет. Хăйне ĕçлеме чарасран икĕ вăрăм сарă çивĕчĕсене вăл çурăм çинче пĕр-пĕрин çумне хытă çыхса лартнă. Мăчăлти пĕчĕк лампа ун питне пĕр енчен çутатать. Илемлĕ питлĕ сестра ытла та çамрăк, анчах унăн хăмăр куçĕ тарăн шухăшлă. Сестра салтак гимнастерки саплать. Пӳрнисенче выляса тăракан йĕппи час-часах лампа çутинче хĕрлĕ хĕмпе йăлтăртатса илет. Хура çиппе тунă çĕвви тикĕс те майлă пулса пырать. Сестра шухăша кайса ерипен юрлать.
Кӳлсе тăратнă турă лашине
Вăрăм çула каймашкăн, —
тет вăл. Сукнапа чĕркенĕ кĕмĕл шăнкрав сасси пек, пĕчĕк лампа çути майлах, тĕттĕм кĕтессене çитмест, хăй тавра пĕр-ик утăма анчах илтĕнет.
Эп тĕнчене çуралнă
Вăрçă-харçă курмашкăн, —
юрлать малалла сестра. Кĕр енне сулăннă вăхăтăн каçĕ шкулăн пысăк тăваткал кантăкĕсене хурапа карнă, урайĕпех выртакан аманнă салтаксене хура паласпа витнĕ. Ураран ӳкес пек ывăннă врач вырăнне çĕрлехи дежурствăна юлнă сестрана та хура çĕр чатăрĕ хупланă.
— А-ах, — терĕ пĕр салтак. — Сестра, бинт шуса анчĕ.
Сестра хăвăрт тăчĕ, лампа алла тытрĕ, выртакан салтаксем хушшипе чĕнекен салтак патнелле утрĕ.
— Йĕркеллĕ çыхаймарăм-ши? — ыйтрĕ вăл, çамрăк салтакăн чĕркуççине тăрăшса бинтпа авраса.
— Çук, питĕ ыратнипе ыйхă, тĕлĕшпе хамах сиктертĕм пулас, — тет салтакĕ.
Тепĕр кĕтесрен тепри шыв ыйтрĕ, сестра ăна тимĕр кружкăпа шыв ĕçтерчĕ, эмел пама вăхăт çитсен, врач кама мĕнли памаллине хушса хăварнипе эмел парса тухрĕ. Пурте лăпланчĕç пек, сайра хутра кам та пулин ыратнине чăтаймасăр ахлатса илет. Сестра лампине çĕклесе татах тепĕр хут пурне те пăхса çавăнчĕ. Пурне те койка кирлĕччĕ ĕнтĕ, ăшăрах витмеллеччĕ, анчах ăçтан тупăн? Койка мар, бинт та çителĕклĕ мар. Ытларах улăм сарса пама та тем чухлĕ тăрăшмала пулчĕ.
Сестран кĕçĕр çĕлемелли нумай, госпитале лекнĕ çынсен тумĕсене йĕркене кĕртме ĕлкĕрмалле ун, çавăнпа вăл васкасах хăй вырăнне ларчĕ те каллех саплăк хума пуçларĕ.
Çинçе çырма çич кукăр.
Ерипен симĕс курăк тăрăх çурхи шыв пек шăнкăртатать ун сасси.
— Хĕрĕм, — терĕ аманнă салтак, урайне сарнă улăм çинчен çĕкленсе. — Мĕн ятлă эсĕ?
— Эпĕ Лисук ятлă, — терĕ сестра, çĕвĕ патĕнчен пуçне çĕклемесĕр.
— Лисук, юрла хытăрах, юрру сан илемлĕ, сан юрруна итлесе суран ыратма чарăннă пек туйăнчĕ...
— Тен ыттисене çывăрма кансĕрлĕп? — терĕ Лисук.
— Юрла хытăрах, сестра, пире илтĕнмелле юрла, — терĕç сухаллă салтакпа юнашар выртакансем.
Лисук кăшт хыттăнрах юрлама пуçларĕ:
Хурама айне вут чĕртрĕм...
— Сестра, пире те илтĕнмелле юрла! — терĕ çамрăк салтак чи инçетри кĕтесрен.
— Юрла хытăрах, сестра! — терĕç темиçен. Лисук ним чĕнмесĕр тĕттĕм кĕтессем еннелле пăхса илчĕ те пурне те илтĕнмелле юрлама пуçларĕ.
— Хама вут-кăвартан çĕклесе тухнă чухне мĕнлерехчĕ вăл хĕрача, эпĕ сăнаман та... Сасси питĕ илемлĕ-çке унăн, тĕлĕнмелле, — терĕ кăкăрне амантнă салтак. — Вăл хăй питĕ тĕлĕнмелле. Калама çук паттăр. Мана чăн вилĕмрен çăлчĕ паян. Çавăн чухне пулас, хăйне те хăлха патĕнчен амантнă, — терĕ унпа юнашар выртакан салтак.
Лисук юррине юрласа пĕтерчĕ:
— Лисук хĕрĕм, миçере эсĕ? — ыйтрĕ унран паçăрхи сухаллă салтак.
— Çуркунне вун тăххăр тултаратăп, пичче, — терĕ Лисук ерипен.
— Çамрăк, питĕ çамрăк, — хĕрхеннĕ пек тарăннăн сывларĕ сухаллă салтак.
— Лисук, эсĕ пĕр аманнă командир çинчен юрланине илтнĕччĕ эпĕ. Юрласа пар-ха çав юрра, — терĕ тĕттĕм кĕтесрен пĕр сас.
— Мĕн юрри вăл! Эпĕ ăна хам ăссăн çеç ĕрлешсе лартăм, — вăтанчĕ сестра.
— Юрласа пар! Юрласа пар! — ыйтрĕç темиçен. Лисук чĕнмерĕ.
— Юрласа пар, Лисук. Хĕрхен Совет влаçĕшĕн кĕрешсе аманнă çынсене. Сан юрруна итленĕ чух суран ыратни паллă мар.
Лисук сапласа ларнă тăлине пукан çине хучĕ, салтаксем çинелле пăхрĕ...
— Лисук, эсĕ ура çине тăрса юрла! — тилмĕрнĕ пек ыйтрĕç темиçен.
Лисук вăтаннипе хĕрелсе кайрĕ, анчах вăл çак салтаксене вутран хăй илсе тухса, врачпа пĕрле вĕсен хăрушă суранĕсене çыхнине аса илчĕ те чирлĕ ачине амăшĕ хĕрхеннĕ пек хĕрхенчĕ. Мĕн вăтанмалли пур? Ун юрри вĕсен суранĕсене кăшт та пулин çăмăллăх парсан, питĕ аван... Лисук ура çине тӳррĕн тăчĕ:
Тĕттĕм çĕр...
Йĕри-тавра тăшман.
Хĕрлисен пĕчĕк отряд пырать,
Малта командир утать.
Командир хыççăн
Ун лаши утать,
Командир суранланнă пуçĕнчен
Юнĕ сăрхăнать…
Чуна кĕрсе вырнаçмалла кăмăллă сасси тĕлĕрсе тăракан тĕттĕм сывлăша хумхантарчĕ; аманнă салтаксен чĕрисене çĕнĕ вăйпа хăюлăх кĕртрĕ, суранĕсем ыратнине лăплантарчĕ. Юрлать Лисук, çав аманнă командире курса тăнă пек юрлать вăл. Ун хăйĕнчен темиçе хут пысăк мĕлки лампа çути сиккеленнипе стена çумĕпе утнă пек курăнать. Ларма пултаракан салтаксем пурте ларнă, пурте сестра çине пăхаççĕ.
— Хăй çамрăк çеç, чунĕ епле вăйлă! — пăшăлтатрĕ пĕр салтак теприне.
— Вăйлă чун-чĕреллĕ çын! — терĕ ăна хирĕç кӳрши.
Командирсĕр юлнă отряда
Тепĕр командир ертсе пырать... —
пĕтерчĕ юррине Лисук.
— Тавах сана, хĕрача! Телейлĕ пул! — терĕç ăна салтаксем, çав вăхăтра алăкран Тал-Мăрза ятлă çын кĕчĕ.
— Аван юрлатăн эсĕ, сестра! — терĕ Тал-Мăрза, янаххине çыхнă бинтне аллипе тытса.
— Эпĕ юрланине илтрĕн-и вара эсĕ? — хăраса ӳкрĕ Лисук.
— Илтрĕм. Илтрĕм те чĕререн тав тăватăп сана. Аван юрлатăн. Эпĕ сан юрруна пуçламăшĕнченех алăкра тăрса итлерĕм. Тĕрлĕ шухăш çаврăнчĕ ман пуçра, — терĕ Тал-Мăрза.
— Эсĕ мана юрăхсăр ĕç тунă тесе вăрçатăн-и ĕнтĕ? — ыйтрĕ Лисук.
— Çук. Ку ĕç, ачам, юрăхсăр мар... Ку ĕç, ачам, питĕ юрăхлă... Тавах сана! — Тал-Мăрза Лисук патне пырса ун аллине чăмăртарĕ.
— Эпĕ ĕçпе килнĕччĕ. Эпĕ Лисук ятлă хĕрарăма шыратăп.
— Эпĕ те Лисук ятлă та... Кам вара эс? — ыйтрĕ сестра.
— Эпĕ пиллĕкмĕш армин политотделĕ çумĕнчи чăваш отделенинче ĕçлетĕп. Ман хушамат Тал-Мăрза. Паянхи почтăпă çыру килчĕ. «Станковой Елизавете» тенĕ. Палламастăн-и эсĕ ăна?
Лисук тĕлĕнсе кайнипе ним чĕнме те пĕлмерĕ. Ара, ун хĕр чух епле хушамат пулнине вăл пĕлмен, упăшкин хушамачĕпе пулсан, Упамсарова пулмалла... анчах Станкова тени Станук Макçи тенине аса илчĕ те:
— Эпĕ вăл! — терĕ.
— Ме! — тыттарчĕ ăна килнĕ çын кăвак конверт. — Адресне хăй шухăшласа çырнă ĕнтĕ, çавах та çитрĕ, почтăра ĕçлекен çынсем ытла маттур çав пирĕн. Акă: «Красная гвардия, революционный фронт, красной сестре Станковой Елизавета Максимовне».
Лисук конверта тирпейлĕн пĕр хĕрринчен хачăпа касрĕ те вулама пуçларĕ:
«Юратнă аппам, эпир, хам юлташ Маняпа, адресне хамăр шутласа çыртăмăр. Эпĕ халь вĕренетĕп, манăн халĕ хушамат пур — Станкова, эсĕ те хамăр хушаматлă пул. Атте-анне сывă. Лаша та сывă, пирĕн тата хăрах мăйракаллă качака пур. Ялта пурнăçсем вĕресе тăраççĕ, халăх Совет влаçĕшĕн çапăçать, çĕр валеçрĕç, сана та хамăр ялта çĕр пачĕç...»
Лампа çути хумханать, Лисук куççулĕ витĕр çыру вулать.
— Сестра, хăвăн пата çырса янă çырăва пире те вуласа пар, пирĕн пурин те пурнăç шăпи пĕр.
— Лисук, пар-ха, вулам, — ыйтрĕ пĕр çамрăк салтак.
— Вула, — килĕшрĕ Лисук.
— Епле аван çырнă ку çырăва, — терĕ вăл, çуррине вуласан.
— Ку хĕрача хăш класра вĕренет? Иркка ятлă-мĕн, — пĕтерчĕ вăл хăйĕн сăмахне, çыру çине пăхса.
— Ман йăмăк Иркка ятлă, — терĕ пăлханса ӳкнĕ Лисук.
— Акă вĕçĕнче, — терĕ çамрăк салтак: «Пирĕн аттесене тĕрмерен Микулай студенцă кăларчĕ, вара кантур çине хĕрлĕ ялав çакрĕç...»
— Кам вăл Микулай? — куçне хĕссе ыйтрĕ çамрăк салтак, Лисука кăмăллăн вăтантарас тесе, анчах Лисук ним вăтанмасăр, хăй те мĕн каласа янине сисмесĕр:
— Вăл ман савни! Вăл Хĕрлĕ Çарта, командир! — терĕ те хăй сăмаххинчен хăй хăраса кайрĕ:
— Апла иккен... — терĕ Тал-Мăрза.
— Хĕрĕм, çавăнпа командир çинчен юрласа панă юрру ман чĕрене пырса тиврĕ. Вăл юрă чĕрере çуралнă иккен, — терĕ сухаллă салтак.
— Çав юрра пурне те юрласа памалла, — терĕç аманнă салтаксем.
— Лисук, почта çуртĕнче выртакан аманнă салтаксем патне пырса хăвăн юрруна юрласа парăн-и? — ыйтрĕ Тал-Мăрза.
— Лисук, хĕрĕм, кайса юрласа пар, вĕсен те чунĕсем çĕкленччĕр, суранĕсем ыратма чарăнччăр! — терĕç темиçен.
— Пыратăн-и? — чĕнчĕ каллех Тал-Мăрза.
— Пыратăп! — терĕ Лисук, пуçĕнчи юнланнă бинтне тӳрлетсе...
Çапла пуçланчĕ чăваш театрĕ.
35
Хусана шуррисенчен тасатнă, кĕпершĕн çапăçу чарăннă. Сĕве пĕчĕк станци патĕнче поезд составĕ чашлатса тăрать. Салтаксене приказ панă: кĕçĕр поездпа кĕпер урлă каçса Хусана çитмелле, ыран ир-ирех Ĕпхӳ еннлле каймалла.
Пулеметсене, тупăсене, вăрçă хатĕрĕсене пĕтĕмпех вагонсене вырнаçтарса пĕтернĕ, салтаксем, командирсем, медперсонал — хăйсем пурте вагонсем патĕнче пухăннă, калаçса тăраççĕ. Паровоз кайма хатĕр: вăл сайран-сайран чаш! чаш! тесе илет. Халь тесен халь тапранса каймалла, анчах саперсем каçма ирĕк париччен поезд вырăнтан тапранас çук. Каçхине юнлă çапăçура, шуррисене кĕпер патĕнчен хăваласа янă чухне, шуррисем хăйсем кĕпер урлă каçса Мускав патне каясси пăчланнине ăнланса çитсен, каялла чакса пынă май кĕпере взрывчаткăпа пăсса хăварнă.
Шуррисене тĕппипе хăваласа ярсанах саперсен отрячĕ кĕпере юсама тытăннă. Аялтан, шыв патĕнчен каçхи сулхăн туртăнма пуçласан, кĕпер айккинчи тимĕр чĕнтĕрсем хăмла çырли тĕслĕ хĕвел çаврашкин вăйсăрланнă хĕрлĕ хĕлхемĕсемпе выляма пуçласан, саперсем, кĕпере юсаса пĕтерсе, Сĕве еннелле утрĕç. Вĕсен командирĕ Вавилов инженер пĕр çĕрте рельса патне пĕкĕнсе урлă-пирлĕ выртакан тимĕрсене тĕрĕслесе шаккаса пăхрĕ.
— Васильев, — чĕнчĕ вăл пĕр саперне. — Çак гайка пушă. Уççине пар-ха.
— Эпĕ хамах пăратăп, Вавилов юлташ, — терĕ сапер, рельса патне чĕркуçленсе ларчĕ. — Кур-ха, юлташ командир, куна пăсасшăн хăтланнă.
— Юлашки кунсенче тĕл-тĕл кĕпере вут хыпнă пек тăчĕ, Атăлти шыв çуннă пек курăнчĕ — халĕ кĕпер чип-чиперех, çавах та час тӳрлетрĕмĕр. Юписене мĕнле çĕмĕрсе хăварайман-ха вĕсем? — тĕлĕнчĕ Васильев, гайкăна çирĕплетсе.
— Малтан вĕсем хăйсам валли усранă, хăйсем хуçа пулма ĕмĕтленнĕ, — терĕ инженер, каллех тепĕр çĕре, рельса патне, пĕкĕнсе:
— Ан пĕкĕн, Николай Петрович! Каллех юн тапма пуçлĕ. Хам хытаратăп! — чупса пычĕ ун патне Васильев.
— Хытар! — терĕ инженер, сылтăм аллипе çамкине авранă бинтне тӳрлетме тăчĕ.
Васильев рельса гайкине хытарсан, вĕсем чылай мала кайнă юлташĕсене хуса çитес шутпа, хытăрах утрĕç.
— Çав санитаркăран халĕ те тĕлĕнсе пыратăп эпĕ, — терĕ Васильев. — Тупăсем çĕмĕрсе тăнă çĕртен, вут-кăвартан, темле сана çĕклесе тухрĕ.
— Кĕтмен çĕртен пырса çапăннипе эпĕ тăн çухатнă пулас ун чухне... — терĕ инженер. — Аташрăм пулмалла, тĕлĕнмелле, çав санитарка пирĕн ялти кӳршĕ хĕр пек курăнчĕ мана, анчах эпĕ сăмах чĕнеймерĕм, чĕлхем итлемерĕ.
— Вăлах пулнă-и, тен?
— Вăл пулнă пулсан мана паллатехчĕ, — терĕ инженер.
— Сана ун чух ăçта паллама! Пĕтĕм пите юн хупланăччĕ! — терĕ Василий.
— Ха-ха-ха! — савăнăçсăр кулса ячĕ инженер. — Аташнă пулмасăр. Епле майпа вăл хĕрача кунта пулма пултарнă! Паллах, интеллигент пулма пуçларăм, çемçешке, кăшт аманнипех тăн çухатрăм...
Вĕсем чашлатса тăракан паровоз умĕнче тăракан состав начальникĕ умне çитрĕç.
— Состав кайма пултарать, кĕпере юсанă! — терĕ инженер Вавилов, хĕрлĕ çăлтăрлă карттусĕ патне аллина çĕклесе.
— Есть! — терĕ те состав начальникĕ, саперсем вагона кĕрсе кайсан шăхăртрĕ.
— У-у-у! — пĕтĕм тавралăха кисретсе вăрăммăн та мăнаçлăн çухăртса ячĕ паровоз. Тр-тр чĕтрерĕ çыран хĕрри, вăйлă сасă кĕпер айĕнчи шыва та перĕнчĕ, салтаксем савăнса кайнипе:
Смело, товарищи, в ногу, —
юрра юрласа ячĕç виççĕмĕш вагонра.
Вихри враждебные веют над нами, —
илтĕнчĕ кайра тепĕр вагонран. Вĕсем хыççăн пĕтĕм состав юрласа ячĕ.
— Чаш-чаш-чаш-чаш! — сывласа ячĕ те паровоз кĕпер çине кĕчĕ. Пĕр-пĕр усал шухăшлă çын вагон алăкне уçса кĕпере сиен тăвасран малти вагонран состав тăрăх икĕ енĕпе пулеметсенчен тăрслаттарса пеме пуçларĕç. Çак вăхăтра кашни салтак, кашни командир хăйне вăйлă та телейлĕ туйса илчĕ. Кашнин вăй-халĕ тапса тăрать, ниçтан пусарма çук хаваслăх юрри пулса тухрĕ.
Юрлать пĕтĕм состав!
Пысăк савăнăçа кăкăр чарса тăраймасть: хăйсем çапăçса çĕнтерсе илнĕ хулана каять Хĕрлĕ Çар!
Вагонра чăп-тулли салтак пырать, вырăн çук. Инженера çеç, вăл аманнине кура, хисеплесе пĕртен-пĕр каска çине лартрĕç. Николай Вавилов суранĕ ыратнине туймасăр кĕпер çинче янраса тăракан юрра итлет, савăннипе ун куçĕсем вут-хĕм сирпĕтсе йăлтăртатаççĕ. Ун умĕнче Васильев сапер тăрать. Вăл та юрланине итлет. Итлерĕ-итлерĕ те, çĕнĕ юрăсене пĕлмен пирки, урипе тапа-тапа туй юрри юрласа ячĕ:
Чехсен кĕпер — хуп кĕпер
вĕсем тарса кайнă чух
хăлтăр-халтăр туса юлчĕ.
Эх, ох, ай-ай-а...
Пирĕн кĕпер — йăс кĕпер, —
вагонра татах темиçе çын чăваш пулнă иккен, Васильев юррине хутшăнчĕç:
Пирĕн кĕпер — йăс кĕпер,
Эпир каçса пыратпăр —
Чăнкăр-чăнкăр тăвайрать,
Эх, ах, ай-ай-а...
— Ха-ха-ха! — кулса ячĕç чăвашла пĕлекен салтаксем.
— Якше! — кулса ячĕ тутар салтак та. Тутарăн та хăйĕн юрри пур! — Вăл тутарла юрласа ячĕ, тутарсем хутшăнчĕç.
Тĕрлĕ чĕлхепе пĕр шухăшлă пулса юрлакан состав кĕпер урлă каçса Хусан хулине кĕчĕ.
Большая проломная ятлă урамри кино залĕнче паян каçхине 8 сехетре чăвашла спектакль пулать тесе чăваш салтакĕсене вагонрах пĕлтерчĕç. Николай Вавилов унта вăхăтра çитрĕ. Военнăй билетне кăтартса вăл пăшаллă салтаксем умĕнчен иртрĕ, пĕр пысăк зала кĕчĕ. Зал тăп-тулли. Пĕтĕмпех шинеллĕ салтак ларать. Кунта пĕр виç çĕр арçын çинче мĕнпурĕ те тăват хĕрарăм пур, иккĕшĕ медсестра, пĕри ватăрах, врач пулмалла. Ку шавлă зала Николай кĕнĕ чухне пĕр çамрăк салтак ура çине тăчĕ те вăйлă сассипе юрă пуçласа ячĕ:
Ты не вейся, черный ворон!
Пĕр харăс, пĕр çын пек, залри салтаксем стенасене чĕтретсе юрра ярса илчĕç:
Над моею головой
Ты добычи не дождешься,
Черный ворон, я не твой.
Николай хыçаларах хăйне ларма пукан тупса ларчĕ, суранĕ ыратса тăнине манса вăл та юрра хутшăнчĕ.
Чылайччен юрларĕç салтаксем, акă сцена çине пĕр салтак тухрĕ те аллине çӳлелле çĕклерĕ, залра юрă татăлчĕ, залра шăп пулчĕ.
— Юлташсем! — терĕ салтак. — Пиллĕкмĕш арми политотделĕ çумĕнчи чăваш уйрăмĕ театр организациленĕ. Паян сире çав театр концерт тата спектакль кăтартать.Чи малтан Воронин юлташ сире хăй çырнă сăвва вуласа парать.
Сцена çине Воронин ятлă салтак тухса тăчĕ.
Вăл сăвă ятне каласа тăмарĕ: хăюллăн пĕр утăм малалла утрĕ те, сылтăм аллине мала тăсса, хăйĕн чĕринчи шухăшне каланă пек, юлташĕсене чĕннĕ пек куçĕсемпе йăлтăртаттарса вăйлă сассипе пуçларĕ:
Пирĕн пуçсем тăрринче
Хура пĕлĕт явăнать.
Вилсе пыран кив тĕнче
Хура вăйне пуçтарать.
Сăввине каласа пĕтерме памасăр салтаксем алă çупса ячĕç. Воронин ал çупнă тăвăла тăрса ирттерчĕ. Тăвăл лăпланчĕ, Воронин малалла калама пуçларĕ.
Хĕрлĕ юна тăксан çеç
Килĕ кĕтнĕ çĕнтерӳ!
Вут хыпнă салтаксен чунĕсем чăтаймарĕç, вĕсем пурте сиксе тăчĕç.
— Урра! Урра! — янăрарĕ залра. Салтаксем шлемĕсене çӳлелле ывăтаççĕ.
— Çĕнтеретпĕр! — тесе çухăрчĕ пĕр салтак.
— Сывă пултăр Хĕрлĕ Çар! — çирĕппĕн каларĕ пĕри, ун хыççăн «Урра!» тени сывлăша чĕтретрĕ.
— Тасататпăр тăван çĕршыва тăшманран! Ĕпхӳ еннелле ыран ирех! — терĕ пĕр салтак, ăна каласа пĕтерме памарĕç, «Урра!» тени юлашки сăмах вĕçне хупларĕ. Воронин аллине тăснине курсан, залра сасартăк никам та çук пекех шăп пулчĕ. Çич-сакăр салтак залран сцена çине сиксе хăпарчĕç, кашни тем каласшăн, пĕр-пĕрне пӳлсе калаçма пуçларĕç:
— Юлташсем! Хĕрлĕ Çар салтакĕсем! Эпир чăнах та вутлă ункăра! — тесе ытти сассене çĕнсе пăрахрĕ моряк формиллĕ кĕрнеклĕ çамрăк çын. — Пире пур енчен те тăшмансем çавăрса илесшĕн! Хĕвелтухăç енчен акăлчан çарĕ килет; Урал патĕнче — атаман Дутов; кăнтăр енче Деникин хуçаланать; хĕвеланăç енче нимĕçсем çĕмĕрлеççĕ... Вăл çеç-и... Шалта, хамăр тăван çĕр çинче, кулак шăлне хăйраса пурăнать, кашни минутра Совет влаçне пăвса пăрахма хатĕр! Çавах та эпир, Хĕрлĕ Çар салтакĕсем, пур тăшмана та çĕнтеретпĕр! Ура!
— Урра! — кĕрлерĕ пĕтĕм зал.
Зал лăплансан, сцена çине струнный оркестрпа вылякансем тухма пуçларĕç. Музыкантсем пурте ларса вырнаçсан, сцена çине пĕр салтак мандолина çĕклесе тухрĕ, ăна пушă тăракан пукан çине таянтарчĕ, вара зала пăхса каларĕ:
— Çак мандолинăпа калакан салтак, Данилов Иван, ĕнер шуррисене хирĕç паттăрла çапăçура пуçне хучĕ. Юлташсем, ура çине тăрса хамăр юлташа асăнар!
Зал шăп пулса типтерлĕн ура çине тăчĕ, шлемлисем шлемĕсене хывса аллисене çĕрелле усрĕç.
— Ларăр! — терĕ ерипен салтак. Пурте ним шавсăр ларчĕç.
— Вăрçă хирĕнче нумай салтак пуçне хурать, эпир вĕсемшĕн революци ĕçне малалла илсе пыратпăр. Пĕри вилнĕ вырăнне пирĕн татах та паттăрсем пур. Акă халĕ те, мандолинăсăр оркестр пулаймасть, анчах сирĕн хушăрта пултаракансем пурах! Кам мандолинăпа калама пултарать? Тархасшăн, сцена çине килме чĕнетĕп.
Залра ларакан салтаксем пĕр-пĕрин çине пăхкалама пуçларĕç. Николай Вавилов та ун-кун пăхкаласа илчĕ, пĕри те вырăнтан тапранманнине курсан, вăл тăчĕ те сарлака утăмĕсемпе сцена патнелле утрĕ.
Гитарăсем тӳррĕн пынă çĕрте, тĕрлĕ саспа, хресченĕн пысăк хуйхи çинчен пур енчен те каласа макăрчĕ мандолина оркестр «Поздняя осень» вылянă чухне.
Нумай каларĕ оркестр, итлесе ларакан салтаксем савăнса итлерĕç, кашни юрă хыççăн алă çупрĕç. Акă юлашкинчен оркестр «Смело, товарищи, в ногу» каласа ячĕ. Гитарăсем аккорд парса тăраççĕ, балалайкăсем вĕттĕн-вĕттĕн утнă пек илтенеççĕ, мандолина, çула лайăх пĕлекен çын тĕттĕм уйра малта утса çул кăтартса пынă пек, кĕвве, юрă çиппине тăсса пынă пек, пĕтĕм çынна кĕрешĕве чĕнсе юрлать. Залри халăх чăтса лараймарĕ: унта-кунта оркестрпа пĕрле юрлама пуçларĕç, иикĕмăш йĕркине каланă чух залра ларакан мĕнпур халăх юрласа ячĕ.
Оркестр каласа пĕтерсен, Николай хăй вырăнне кайса ларчĕ, чаршав умне вечера йĕркелесе пыракан салтак тухрĕ те Константин Иванов çырнă «Нарспи» поэмăна хăйсем пьесăлатса çырнинчен пĕр сыпăкне кăтартма хатĕрленни çинчен пĕлтерчĕ.
Нумаях та кĕттермерĕ — чаршав уçăлчĕ. Сцена çинче Нарспи тăрать... «Тĕрĕс, питĕ тĕрĕс, — шухăшларĕ Николай. — Эпĕ ăна ача чухне вуласанах, çав Нарспи кӳршĕ хĕрĕ Лисук пек пулнă тесе шутланă». Сцена çинчи Нарспи каснă-лартнă Лисук пек. Нарспи урамра вăйă юррине итлеме хурлăхлăн кантăк патне пĕр утăм тăвиччен Николай пуçĕнче çĕр тĕрлĕ шухăш иртме ĕлкĕрчĕ: акă Николай, çамрăк каччă, «Нарспи» поэмăна пушă уйра, тарăн çыран хĕрринче пăхмасăр калать, ун умĕнче Нарспи — вăл кӳршĕ хĕрĕ Лисук... Хăй вăл Сетнер, анчах юратнă чунпа пĕрлешме вĕсене уйрăмлăх чарса тăрать: Николай пулас интеллигент, вырăсла пĕлекен çын, Лисук — пĕр саспалли те палламан чăваш хĕрĕ... Вĕренме пăрахсан, юратнă Лисук патне хăтана та кайма юрĕччĕ, анчах Николай авланмасăр юлсан та вĕренме пăрахас çук...
Нарспи хурлăхлăн калама пуçларĕ:
— Качча пачĕç ирĕксĕр, — терĕ вăл.
Николай сасартăк сывлама чарăнчĕ, мăйне малалла тăсрĕ.
— Пултарать пирĕн сестра! — терĕ çамрăк салтак, Николайпа юнашар лараканни.
— Тĕлĕнмелле паттăр хĕр вăл! — каларĕ тепри, аллисене шат! чĕркуççисем çине çапса.
— Калăрсамăр, тархасшăн, — сасси улшу тухасран хăраса питĕ шăппăн ыйтрĕ Николай çамрăк салтакран. — Мĕн ятлă сирĕн медсестра?
— Лисук ятлă! — терĕ ерипен çамрăк салтак.
Николай хăйĕн чĕри питĕ хытă тапма пуçланине, вăл питĕ савăнса кайнине салтаксем илтесрен хăраса тата шăпрах ыйтрĕ:
— Хушаматне пĕлетĕр-ши?
— Станкова! — терĕ кӳрши, инженер чунне вут хыпнине сиссе.
Николай ним шухăшламасăр ура çине сиксе тăчă, анчах часах хăй кулăшла пулма пултарассине тавçăрса илчĕ те ларчĕ.
Сцена çинче Нарспи юратман ватă Тăхтаманне наркăмăш çитерсе вĕлерет те сĕм-тĕттĕм каç тухса тарать.
«Хăй çинченех... анчах сан пурнăçу Нарспин пек хурлăхлă вĕçленмĕ, халĕ тĕнче урăхла. Эпир иксĕмĕр телейлĕ пулăпăр», — шухăшлать Николай, хаваслăн сцена çине пăхса.
Спектакль пĕтрĕ. Николай хăй епле сиксе тăнине те асăрхамарĕ — вăл сцена урлă кайса артистсен пӳлĕмне кĕчĕ. Кĕчĕ те трюмо умĕнче тенкĕллĕ мăй çыххине мăйĕ çинчен салтса тăракан Лисука курса алăк патĕнче чарăнса тăчĕ.
— Лисук! — чĕнчĕ вăл ерипен.
— Микулай! — терĕ Лисук сасартăк улшăнса кайнă сасăпа.
— Сентти ачам, кунта урăх спектакль пуçланать пулас? Каяр-ха эпир! — терĕ питне тасатса тăракан «Тăхтаманĕ». Вĕсем «Сенттипе» гримĕсене илсе пӳлĕмрен тухрĕç те алăка хытă хупса хăварчĕç.
Пӳлĕмре Лисукпа Николай çеç юлчĕç.
— Лисук, ăçта тĕл пулмалла пулчĕ, — терĕ инженер.
— Телейлĕ тĕлĕк пек, — пăшăлтатрĕ Лисук, аллисем сасартăк чĕтреме пуçланăран тенкĕллĕ мăй çыххи вĕçĕнчи шăрçине ниепле те хăйĕн сарă вăрăм çивĕтĕнчен вĕçертеймесĕр.
Эпилог
Çынсен пурнăçĕ кирек те мĕнле пултăр — вăхăт пурпĕр малаллах шăвать. Кун хыççăн кун иртет, çул хыççăн çул...
Атăл тăрăхĕнче каллех кĕркунне. Йывăçсем симĕс тумне улăштарма пуçларĕç. Хурăнсем ылтăн тĕслĕ тăраççĕ, юман çулçисем хăмăрланчĕç, вĕрене ларать хĕп-хĕрлĕ... Атăл шывĕ тĕттĕмленчĕ, хĕвел пăхман чух вăл шăратнă тăхлан тĕслĕ, кĕркуннехи сап-сарă хĕвел пăхнă чухне тĕттĕм кăвак. Тĕттĕм кăвак шыва икĕ еннелле хум çапса анатран хăпарать шурă пăрахут. Çӳллĕ çыран айĕнче ларакан пристань патнелле пăрăнсан, савăннипе чăтаймарĕ-тӳсеймерĕ, юрăра каларăш, çухăртса ячĕ. Çав вăхăтра вăрман сукмакĕпе васкаса пыракан Иркка чупма пуçларĕ. Вăл вăрмантан Атăл хĕррине чупса тухсан, шурă пăрахут анатран хăпарнине курса чарăнса тăчĕ: ăна ку пăрахут мар, туран анаканни кирлĕ. Хĕрача сывлăш çавăрмалăх Атăл çине пăхса тăнă хыççăн, хĕрлĕ хăюпа шурă ансăр чĕнтĕр тытнă шурă пир кĕпи аркине тавăрса, çаврака чул çине ларчĕ те çăпатине салтса тăприне шаккаса тăкрĕ, шурă пир тăлине силлерĕ, вара урине тепĕр хут сырчĕ. Атăл çине пăхса кăшт канса ларчĕ, пăрахут пристань патнелле çывхарсан, вăл çурăмĕ хыçĕнчи улачаран çĕленĕ кутамккине тӳрлетрĕ, унтан ирĕксĕрех йĕкĕреш пек тăракан икĕ ĕмĕрхи юман еннелле пăхрĕ.
Икĕ юман хушшинче вилĕ тăпри... Хĕрлĕ кирпĕчрен купаланă тăваткал юпа пек палăк çине пĕр енчен 1918 çулта Совет влаçĕшĕн паттăрла çапăçса вилнĕ çынсен ячĕсем... Вун тăхăр ят...
Иркка ерипен палăк патнелле пычĕ. Кунта пытарнă çынсене пурне те пекех паллать вăл... Шерхулла, Михаля, йыснăш пуласси, Веселов, Ксенофонтов... ашшĕ...
Хĕрача пуçне усрĕ, куçĕнчен куççуль тухрĕ:
— Йывăр тăпри çăмăл пултăр сирĕншĕн, — тутине сиктерсе сасăсăр каларĕ хĕрача. Кутамккине çурăмĕ çинчен антарчĕ, цементпа шăлнă яка вилĕ тăпри çинеерипен хурса салтрĕ, унтан пĕр икерчĕ кăларчĕ те ĕлĕкхи ваттисен йăлипе çав икерче палăк айккине хыврĕ, вара вăл хăй çуркунне вăрмантан чавса килсе çакăнтакилсе лартнă хĕрлĕ чечек курăкне аллипе тытса сăтăрчĕ, чечекĕ шаннă, чечекĕ вырăнне вăрри пулса çитнине пăхрĕ... Çитес çул кунта çак вăрă тăкăнĕ те хĕрлĕ чечексем нумай çĕрте шăтса тухĕç... Ирккан сасăпа макăрса ярасси килчĕ. Макăрма аван мар, вăл текех пĕчĕк ача мар, вăл вун пиллĕке кайнă, çавăнпа капланса килнĕ куççульне тытса чарчĕ, вилнĕ çынсем илтес пек вилĕ тăприпе ерипен калаçма пуçларĕ: — Тавах сире, паттăрсем, — терĕ вăл, куçĕсем типсе пынине сиссе. — Эсир çĕнĕ пурнăçшăн çапăçрăр, пуçăрсене çĕнĕ саманашăн хутăр, эпир сире пула çутă кунçул куратпăр... Тавах сире, паттăрсем. Сирĕн ятăрсем ĕмĕр-ĕмĕр хĕрлĕ ялавра вĕлкĕшсе тăрĕç, çынсем сире ĕмĕр-ĕмĕр асăнĕç, сире тав тăвĕç, сирĕн пек паттăр пулма тăрăшĕç... Эпĕ акă Хусана вĕренме каятăп... Мана вĕренме илнĕ, педтехникума...
Тата каламалли нумайччĕ Ирккан, анчах юман çинчен сарă çулçă вĕçсе анчĕ, палăк çинчи çынсен ячĕсем çумне çыпăçса тытăнса тăчĕ, шăп ашшĕ ятне хупларĕ. Иркка чупса пычĕ, çулçăна ал тупанĕпе шăлса антарчĕ, кĕтмен çĕртен макăрса ячĕ.
— Атте... — куççулĕ витĕр ерипен пăшăлтатрĕ вăл, вара хурлăхлă шухăшĕсене сирес тесе ашшĕ ячĕ çине пăхса хăйне курса тăнă пек савăнăçлăрах хыпарсене пĕлтерес терĕ. Хăшне пăшăлтатса, хăшне тутине кăна сиктерсе, хăшне пачах хăй шухăшĕнче кăна...
— Атте, ĕнер пирĕн патăрта туй пулчĕ. Чинук аппа Вирукне качча патăмăр, Уçăп пиччен шăллĕне — Ивана. Вăл вăрçăран çуркуннех таврăннă, халĕ вăл пирĕн ялта ял Совет председателĕ. Вăрçă чарăннă, атте. Лисукран çыру илтĕмĕр, киле таврăнмаллипех таврăнатăп тенĕ, тахçан таврăнать ĕнтĕ... Кӳршĕ Микулай пирки ыйтнă, ăçтине амăшĕ пĕлмест-ши, тенĕ... вĕсен Вилюкĕ те манпа пĕрлех техникума вĕренме кĕнĕ, вăл Хусана ĕнерех кайрĕ, эпĕ те каймаллаччĕ те, туй пирки юлтăм. Хамăрăн Петюк хамăр ялтах вĕренет, халĕ пирĕн ялта тăватă çул вĕренмелли шкул пур, Зоя Тимофеевнăпа упăшки вĕрентеççĕ... Ял çыннисем пурăнаççĕ-ха. Атте, сире вĕлернĕ хыççăн тепĕр çул кулак пăлхавĕ тата харушă пулса иртрĕ, ун чух пирĕн Çĕршыва тăшмансем вутлă унка питĕрсех хунăччĕ. Шкулта пире учитель çапла каласа кăтартрĕ: «Хĕвелтухăç енчен Колчак хĕссе пырать, терĕ; Кăнтăр енчен Деникин çарĕсем; Çурçĕр-хĕвеланăç енчен Петрограда Юденич юнать, терĕ; Крымра Врангель çарĕсем тăраççĕ; Англипе Франци империалисчĕсем хăйсен флотне Хура тинĕсе кĕртсе янă, хăйсен çарĕсене Одессăра, Кавказ леш енче антарнă», — терĕ. Мĕнпурĕ вун тăватă патшалăх пирĕн Совет çĕршывне тапăннă. Çав хăрушă вăхăтра кулаксем каллех пăлхав çĕклерĕç, ют патшалăхсене пулăшас тесе Совет влаçне аркатма пуçларĕç, пирĕн яла каллех çунтарса ячĕç, ун чух эпир те çунтăмăр. Чинук аппа та ун чух кулаксенчен хăтăлса юлаймарĕ, ăна пуп майри вĕлерттерчĕ. Эпир çуннăранпа Чинук аппа пӳртĕнче пурăнатпăр, ялта майĕпе пӳртсем туса кĕме пуçларĕç. «Çĕнĕ уйăхпа çунтăмăр, ку пушарпа тĕп пулса юлмастпăр-ха», — теççĕ ял çинче... Ун хыççăн вара выçлăх пулчĕ. Хамăр лашана, ылтăн тĕслĕ Хамитькана, пусса çирĕмĕр, вилĕмрен çавăнпа çеç хăтăлса юлтăмăр. Ах, атте, кăра çилсем пек иртсе кайрĕç çак çулсем, эсĕ кулаксемпе çапăçса вăхăтсăр вилсе выртрăн, эпĕ сана атă та, пиншак та илсе параймарăм. Эпĕ хам пĕчĕк чух сана илсе парăп тенĕччĕ, астăватăн-и?
Шăрçаланса тухнă куççульне Иркка васкаса шăлса илчĕ. Вара çирĕп саспа çапла каларĕ: — Уншăн эпĕ, атте, Совет саманине аталанса пыма пĕтĕм вăйран пулăшăп...
Иркка пĕр ывăç курăк татрĕ, палăк çине ларнă тусана шăлса антарчĕ, вилтăприне йĕри-тавра шăлса йĕркелерĕ.
— Ĕнтĕ кайрăм эпĕ, атте, туран пăрахут та анать пуль. Канлĕ выртăр, тăпри çăмăл пултăр сире, — терĕ Иркка, тепĕр хут вилтăпри умĕнче пуç тайса. Вара кутамккине çурăмĕ хыçне çакрĕ те Атăл еннелле çаврăнсан анатран килнĕ пăрахут çинчен аннă çынсем сăрт çине хăпарнине курчĕ. Акă килеççĕ иккĕн, хĕрпе каччă. Каччи вăрçă тумĕпе, хĕрĕ те симĕс гимнастеркăпа, анчах ун шурă кĕпи кăвак чечеклĕ, çурхи тĕнче пек çутă. Вăрăм сарă çӳçне вăл икĕ çивĕт тунă, нимпе те çыхман, çивĕт вĕçĕ кăтрисем çивĕтсене саланса кайма памаççĕ; пичĕ ун Иркка курнă чухнехи пекех çамрăк, куçĕсем кăна ĕлĕкхи пек хурлăхлă мар, питĕ савăнăçлă. Вĕсем пĕр-пĕрне харăс палларĕç, виççĕшĕ виçĕ сăмах каласа ячĕç:
— Иркка! — тесе кăшкăрчĕ тĕлĕнсе савăннă Николай Вавилов, чăматанне çĕре лартса Иркка патне васкаса сарлакан утрĕ.
— Йăмăкăм!! — аллисене сарса, илемлĕ пичĕпе хĕвел пек çутăлса, йăмăкĕ патнелле чупрĕ Лисук.
Иркка кайăк çуначĕ туяннă пек вĕсене хирĕç вĕçрĕ. Вăл та кăшкăрса яма пĕр сăмах çеç тупрĕ:
— Тăванăмсем!!!
1956 — 1962.