1
Хĕвел ансан йĕпхӳ çума пуçларĕ те тул çутăлсан та чарăнмарĕ. Лакăм-тĕкĕм шывланчĕ, çул-урам йăпăлкаланчĕ.
Каймалли çыннăн каймаллах. Эпир те çула тухрăмăр.
Хăвăрт çӳреме юратакан Ваçук, прокуратура шоферĕ, паян васкамасть, машинăна асăрханса тытса пырать. Куçне самантлăха та çул çинчен илмест. Сăмахламасть те. Эпĕ те чĕнместĕп. Шухăшлатăп. Шухăшлатăп кăна-и?! Тертленетĕп те. Пиллĕкмĕш талăк ĕнтĕ, сĕрĕм тивнĕ евĕр, пуç кашлать. Çĕрле те йĕркеллĕ çывăраймастăп. Ăш вăркать, чĕре ыратать. Ĕçĕм те йăпану кӳмест. Никампа та курнăçас килмест.
Çапла пĕр кĕтмен çĕртен хавшарăм, япăхрăм, йăлт минрерĕм. Хĕн-асапĕ вара акă мĕнрен пуçланчĕ.
Хăнăхнă йăлапа ир-ирех Атăлта шыва кĕрсе тухрăм. Йăмăхса çĕкленекен хĕвелпе киленсе, тăвайккинелле улăхаттăм. Сасартăк ятран чĕнсе сывлăх сунчĕç:
— Юра, салам.
Эпĕ сасă илтĕннĕ еннелле çаврăнса тăтăм. Ак тамаша! Ман умра Инна тăра парать. Чĕрене сахал мар çунтарнă Инна. Хĕрлĕ кĕрен платье тăхăннăскер, ирхи хĕвел çутинче вут кĕлти пек туйăнса кайрĕ. Ун пуçĕнче çӳхе кăвак тутăр, сулахай аллинче — пĕчĕк сумка. Сылтăм аллипе арçын ача çавăтнă. Хăй тавра тата туллиех ача-пăча, галстуклăскерсем.
— Анне!.. Кур-ха, пăрахут хăпарать ав! Шап-шурă пăрахут! — Иннăна çыран хĕрринелле туртрĕ çавăтнă ача.
Инна ача хавхаланăвне асăрхаймарĕ те тейĕн. Мана чăрлаттарса пăхнă та ― шак хытса тăрать. Эпĕ сăмах хушасса, пырса алă тытасса кĕтрĕ-тĕр. Эпĕ вара пĕр сăмах та чĕнмерĕм, чарăнса та тăмарăм — тăвайккинелле вашлаттартăм.
— Юра!.. Юра, тетĕп! — ачине хăварсах ман хыççăн талпăнчĕ Инна.
Чун тăвăлса килчĕ манăн. Питĕм пĕçерсе кайрĕ. Çук, чарăнса тăмарăм, урампа малалла васкарăм. Апатланма та хваттере кĕмерĕм — тӳрех ĕçе, прокуратурăна, уттартăм, Иннăна çапла ăнсăртран тĕл пулнипе ачалăх кунĕсене аса илтĕм.
...Лутра Пакăшăн çеремлĕ урамĕ. Эпир, ача-пăча, лапталла вылятпăр. Инна та пур. Вăл тепĕр ушкăнра. Эп ăна аякранах мечĕкпе персе тивертрĕм. Çилленчĕ-тĕр вăл. «Тикĕт куç, тикĕт куç», ― тесе витлерĕ. Эпĕ кăмăлсăрлантăм, вăйă пĕтессе те кĕтмерĕм, килелле чуптартăм, Çакăн хыççăн, кӳршĕллĕ пулин те, Иннăпа чылайччен курнăçмарăм, хам тĕллĕн шăмарса çӳрерĕм. Вăл хамăр пата пырсан та, тарса пытанаттăм.
Пĕррехинче хайхи, утă çинче, атте мана ир-ирех ыйхăран вăратрĕ.
— Йăранашран утă турттармалла. Кайса лаша кӳл. Асту, кĕреплепе сенĕк илме ан ман, ― терĕ вăл мана, васкасах çула хатĕрленекенскер.
Хаваспах килĕшрĕм. Йăранашра Инна çук, манран тăрăхлакан пулмĕ терĕм. Пĕр шиксĕр ĕçлетĕп. Ирĕклĕн. Анчах ир савăннă иккен. Инна та аппăшĕпе пĕрле унта пырать-мĕн. Пирĕн ума вĕсем тăкăрлăкра сиксе тухрĕç. Иннă тата хыçала ларнă та, ман еннелле пăхса, йăл-йăл кулса пырать. Кур ак, хĕрарăмсем пулсан та, арçынсенчен малта пыратпăр тенĕн туйăнать мана унăн кулли.
Эпĕ тилхепене карт туртрăм — лаша малалла ыткăнчĕ. Иннăсенчен вăшт кăна иртсе кайрăмăр.
Йăранаша çитсен, утине эпир урапа çине наччасра тиесе лартрамăр. Лава уттармаллаччĕ кăна — Иннăсем персе çитрĕç. Атте васкамарĕ, кӳршĕ-арша пулăшам кăштах терĕ те тимлесех Иннăсен урапи çине утă тиеме тапратрĕ.
— Эсир кунтах юлăр, ― терĕ атте Иннăпа иксĕмĕре, лашана ялалла уттарса. ― Эпир часах каялла таврăнатпăр.
Вĕсем курăнми пулсан, алла кĕрепле тытрăм та тăкăннă утта, пуçтарса, купа çине кая-кая хутăм.
Сасартăк шарлаттарса аслати авăтса ячĕ, шалкам çумăр пуçланчĕ. Эпĕ йăпăр-япăр купа айне кĕрсе лартăм.
— Юра!.. Хăратăп! — кăшкăрать Инна.
— Кил эппин, ― терĕм те, çумăра пĕчченех ларса ирттерме шутланăскер, Инна валли те вырăн хатĕрлерĕм.
Чăл та чал çиçĕм çиçет, аслати кĕрлет те шартлатать. Аçа-çиçĕм умлăн-хыçлăн куçа алчăратрĕ.
— Ай, хăратăп эпĕ! — çăтăрр пăчăртаса тытрĕ мана юнашар пырса ларнă Инна. ― Çав тери хăратăп.
Хиреç пĕр сăмах та чĕнместĕп.
— Каçар ĕнтĕ, Юра, ― пăшăлтатрĕ хайхи хĕрача. ― Тархасшăн, ан çиллен. Ун чух эп... лапталла вылянă чух... тарăхса мар... Темшĕн сана... сансăр кичем мана. Эпĕ вĕт...
Лăпчăнать те лăпчăнать ман çума Инна. Пĕр чăрăнмасăр сăмахлать. Туятăп, чĕри унăн хыттăн-хыттăн тапать. Çанçурăмĕнчен кăвайт умĕнчи пек вĕри çапать.
— Юра!.. Инна! ― илтĕнчĕ кĕçех атте сасси. Эпир купа айĕнчен тухрăмăр. Çумăр чарăннă иккен.
— Паян улăхра ĕçлейместпĕр пуль. Ларăр, киле каятпăр.
Урапа çине ларсан та, татти-сыпписĕр калаçрĕ Инна. Эпĕ унран мĕншĕн ютшăнса çӳренине те, меншĕн тарăхнине те — йăлтах каласа пачĕ аттене.
— Ай-яй-яй! — пуçне пăркаларĕ атте. ― Арçын вĕт-ха эс, Юра. Юрамасть апла.
Аслисем, атте-аннесем, ырă-тату пӳрăнатчĕç пирĕн. Пулăшса, килĕштерсе, ялан пĕр сăмах тытса.
— Кур-ха, мĕнешкел савăнăç! — урапа çинчен ялт сиксе анчĕ Инна, сада кĕрсен. Унтан чеен кăна мана пӳрнипе юнарĕ. ― Урлă пурăнма юрамасть пирĕн, Юра. Эпир лартнă улмуççи çĕнĕ хунав кăларнă.
Эпĕ те Инна хыççăн ăнтăлтăм.
— Ой, епле тĕреклĕ хунав! — савăнтăм эпĕ те.
— Санăн та кăвак хуппи уçăлчĕ ав. Асту, ан хупăнтар ăна, кăвак хуппине... — йăл кулса илчĕ Инна.
Çапла ачалăхри самантсене аса илсе пырса сисмерĕм те — прокуратурăна çитрĕм. Коридорта, ман пӳлĕм умĕнче, Якур пичче ларать. Лутра Пакăш çынни. Пирĕнтен инçе мар, çырма урлă, пурăнатчĕ. Таçта та тăрăшса пăхрĕ вăл хăй ĕмĕрĕнче — ниçта та ăнăçтараймарĕ. Ултă çул каялла, сутуçран кăларса ярсан, хулана килсе хуралçа вырнаçнăччĕ.
— Ара, Юра мар-и ку? — яштах сиксе тăчĕ çакскер. ― Сана та прокуратурăна чĕнтерчĕç-им?
— Никам та чĕнтермен мана. Хам килтĕм.
— Пĕр-пĕр инкек сиксе тухрĕ пуль-ха. Е тем урăх-хи... — куçĕсене хĕссе пуплерĕ Якур пичче.
— Нимле инкек те сиксе тухман. Эпĕ кунта ĕçлетĕм Якур пичче, ― терĕм те алăка уçса хутăм. ― Кĕрĕр.
— Вăт тĕнче! — пĕççине шарт çапрĕ вăл. ― Следователь, эппин, эс халь?
— Çапла, следователь. Прокуратура следователĕ.
— Вуларăм-ха, алăк çине ав «Назаров Юрий Иванович следователь» тесе çырса хунă. Паллă хушамат. Пĕлнĕ хушамат. Хăш ял çынни-ши тесе шухăшласа лартăм. Чим-ха, ― çĕлĕкне пукан çине хывса хучĕ вăл. ― Апла эс юрлама пăрахрăн-им?
Çапла, Якур пичче кăна мар, пĕтĕм ял эп юрăç пуласса кĕтетчĕ. Ара, пилĕк çултах купăс каласа юрлаттăм та. Ӳсерехпе те, ― ĕçре-и унта е каннă вăхăтра, ― яланах юрă шăрантараттăм. Кашни концертах хутшăнаттăм. Тури Çĕрпӳкассине те, Акташа та, Çĕнтĕкçырмине те пайтах юрăпа çӳренĕ.
Сцена çине тухаттăм та купăса тăсса яраттăм. Зал шăпăрт пулатчĕ. Чун-чĕрем çичĕ пĕлĕт тăрринче ярăнатчĕ. Юрă илемĕпе киленсе, хăвачĕпе рехетленсе, янравлăхĕпе хавхаланса, ăçта тăнине те манса каяттăм, хам çав тери ырă, çав тери хаваслă туяттăм. Юрă вĕçленсен, пуç таяттăм та чаршав хыçне чăматтăм. Куракансем алă çупатчĕç. Шавлăн, чылайччен...
Юрă вăл — чăн-чăн çунат. Хуйха-суйха сирет, чун-чĕрене çĕклет, ĕмĕт-шухăша çунатлантарать. Чăнласах юрăçă пуласшăнччĕ эпĕ. Анчах ĕмĕтленни пур чухне те çитсе пымасть çав пурнăçра. Ман тĕллĕн те инкек сиксе тухрĕ. Пысăк инкек.
...Кикенлĕхре капан хываттăмăр. Кăнтăр апатне ларнăччĕ ĕнтĕ. Улăх тăрăх хыпăнса кăшкăрни илтĕнчĕ кайрĕ.
— Пушар!.. Пушар!..
Пурте тăвайккинелле чупрăмăр. Пирĕн киле вут хыпса илнĕ. Майсăр çулăм явăнать, тĕтĕм йăсăрланать.
Çăвара пăкăларĕç тейĕн — сывлăш пӳлĕнсе ларчĕ. Алăсем лăстăр усăнчĕç. Урара пĕр вăй та çук.
Пирĕн тăпăл-тăпăл кил-çуртран куç умĕнчех кăмрăк кăна тăрса юлчĕ.
— Ах, пĕтрĕмĕр! Пĕтмеллипех пĕтрĕмĕр! Тĕшĕрĕлсе аннă атте çапла кăшкăрни паян кун та хăрушшăн илтĕнсе тăрать ман хăлхара.
— Пĕр ӳкнĕ йывăçа каялла тăратса лартма çук. Пысăк инкек пулсан та, çав териех хыпса çунма кирлĕ мар, Иван пичче, ― терĕ совхоз директорĕ, аттепе юнашар ларса. ― Пулăшатпăр. Çурт-йĕр çавăрма кирпĕч паратпăр. Цемент та, чус хăма та...
Вут-çулăм кунашкал алхаснине Лутра Пакăшра никам та астумасть. Шалт тĕлĕнчĕ ялйыш.
— Вут тĕртнĕ-тĕр? — теççĕ урăх сăлтав курмасăр.
— Паллах, вут тĕртнĕ. Килте паян пĕри те пулман вĕсен — улăхраччĕ çемйипех.
— Ах, унашкал путсĕрсене-е!
Пушара сӳнтерсен те, ялйыш чылайччен саланмарĕ. Милици çыннисем те тимлесех тĕпчерĕç. Кам вут тĕртнĕ? Мĕншĕн? Пурпĕрех уççи-хуппи тупăнмарĕ.
Килйыш çине татăлса аннă çак хăринкек ман çамрăклăх ĕмĕтне те татрĕ.
— Вĕренме каяймастăн пуль, ывăлăм, ― йывăррăн калаçрĕ атте. ― Хăвах куратăн, пӳрт-çурт çаврмалла.
Юрăçа вĕренме каяймарăм вара, тракторпа ĕçлеме пуçларăм. Çав çулах пӳрт купаласа лартрăмăр. Паллах, совхознумай пулăшрĕ, тăван-пĕтен те тимлерĕ. Кĕркунне эпĕ салтак пулса тăтăм. Юрăçа тухас ĕмĕт çарта тепĕр хут амаланса кайрĕ. Çарта та тăтăшах концертсене хутшăнаттăм. Емĕтĕме пĕлнĕ пекех, командирсем те консерваторие вĕренме кĕме сĕнчĕç.
Служба пĕтесси виçĕ уйăх юлсан, консерваторирен хут çитрĕ — экзамен тытма каймалла. Чаçрен мана тав туса, Хисеп грамоти парса, ăнăçу сунса, питех те хисеплĕн ăсатрĕç.
Купене эпĕ Çĕпĕр вырăсĕпе, вăрçă инваличĕпе, пĕрле лекрĕм. Сăмахлама юратакан çын пулчĕ вăл. Вырнаçнă-вырнаçман мĕн çăмăлпа çӳренине ыйтса пĕлчĕ.
— Юрăçă, паллах, лайăх професси. Анчах эпĕ, санашкал çамрăк та вăйпитти пулсан, юрăçа мар, следователе вĕренĕттĕм ирсĕр ĕç тăвакансемпе кĕрешме. Эх, еплерех шĕкĕлчемелле çав йăх-яха! — тарăхса, чăмăрĕпе сулкалашсах калаçрĕ вăрçă инваличĕ.
Тарăхма сăлтавĕ те пур иккен хăйĕн. Вăрçă суранĕсене сиплеме санаторие каяканскере йĕксĕксем пĕр пус укçасăр тăратса хăварнă. Чăматанне те, путевкине те йăкăртнă.
— Кала-ха, юлташăм, ― терĕ вăл. ― Нивушлĕ çав йĕксĕксене тупма çук? Эхер, унашкал чуманттайсем ӳлĕм те пулаççĕ-и?
Чăнах та, ара, япала çаратса е ытти усал ĕç туса таса чунлă çынсене кӳрентерекенсемпе çине тăрса кĕрешме май çуках-ши вара? Пире те, ав, кĕтмен çĕртен шар кăтартрĕç, кăмрăк çине тăратса хăварчĕç.
Çак шухăш вăрçă инваличĕпе уйрăлнă хыççăн та канăç памарĕ мана, чĕрене хускатмаллипех хускатрĕ. Çавăнпа чаçрен ярçа панă документсене консерваторйрен илтĕм те Саратоври юридически института кайса? патăм, студент пулса тăтăм.
Çурхи кунсем пекех хаваслă иртрĕç институтри çулсем. Сиссе те юлаймарăм — юрист дипломне илтĕм, çуралнă çĕршыва таврăнтăм.
Якур пичче пальто тӳмисене вĕçертрĕ, кĕсйинчен пирус кăларса тивертрĕ.
— Леш эрнере ялта пултăм, ― терĕ ман çине чеен пăхса. — Лутра Пакăша Иннăпа пĕр автобусра кайрăмăр...
Мана вĕчĕрхентерес тет-шим ку? Пĕлет вĕт-ха: ултă çул каяллах Инна урăх çынна качча тухнă.
— Пĕлетĕн-и, Юрий Иванович, ― терĕ вăл малалла пирус тĕтĕмне çăварĕнчен ункăлантарса кăларнă май, ― Иннăн пысăк инкек — упăшкине хупса лартнă. Лешĕ темĕнле хĕрачана пăшалпа пенĕ тет-и...
Пит-куç пĕçерсе кайрĕ. Чун тăвăлнине палăртас мар тесе, калаçăва урăх йĕр çине ӳкерме тăрăшрăм.
— Акă мĕншĕн чĕнтертĕм сана, Якур пичче, ― терĕм сĕтелтен таса хут листи кăларса. ― Леш эрнере эс ĕçрен таврăнна чух çынсем çапăçнине курнă. Çапла вĕт?
— Ăхă.
— Каласа пар-ха чăннипе, кам кама хĕнерĕ? Çапăçăва кам пирвай пуçларĕ?
— Йăлтах лешсем, арçынпа хĕрарăм, айăплă. Ман умра виççĕн пыратчĕç. Виçĕ йĕкĕт. Çап-çамрăкскерсем. Хĕрсех спортсменсем çинчен калаçатчĕç. Вĕсене лутака арçын чарса тăратрĕ. Ӳсĕрскер. Арçынни çеç-и? Хĕрарăмĕ те самаях хĕрĕнкĕччĕ. «Туртмалли пур-и?» — ыйтрĕ арçын, Çӳллĕреххи, мăйăхли, ăна пирус сĕнчĕ. «Э-э, туртма вĕреннĕ, пирус пачкине тыткалама пĕлместĕр. Культура çитмест!» — тӳрккесленчĕ арçын. «Вĕрентиччен пирусне хăвăрпа чиксе çӳремелле», ― ларăнмарĕ мăйăхли. Йĕкĕт «р» калаймасть. Çакна хĕрарăм та сисрĕ, «вĕлентиччен» тесе хихиклетрĕ. «Вĕренне çынсĕм, культурăллă çынсем тесе шутлатăр пуль, анчах сирĕн культура виçĕ пуса та тăмасть», ― тавăрчĕ мăйăхли. «Вĕленнĕ... культулăллă...» — каллех йĕкĕлтерĕ хĕрарăм. Мăйăхли текех калаçса тăмарĕ — весенчен пăрăнчĕ те малалла таплаттарчĕ. Ун хыççăн — юлташĕсем. Арçынна килĕшмерĕ ку. Çак самантра подьезд алăкĕнчен тата иккĕн тухрĕç. Хĕрарăмпа арçын. Сыпнăскерсем. Вĕсене курсан, йĕкĕлтекен хĕрарăм кăшкăрма тапратрĕ: «Пулăшăр!.. Тытăр!.. Хулигансем вĕсем!.. Упăшкана хĕнерĕç!..» Подъездран тухнă арçын, вăрăм та сарлака хулпуççиллĕскер, калаçса-туса тăмарĕ — сăра алтăрĕ пек чăмăрĕпе пĕррех янклаттарчĕ мăйăхлине. Унтан ыттисене тапăнчĕ. Пирус ыйтаканни те чăрсăрскер иккен. Вăл та çапăçăва хутшăнчĕ. Сыпнă хĕрарăмĕсем те этем ĕретлĕскерсем мар, хĕтĕртме юратаканскерсем. Вĕсем те аллинчи сумкисемпе йĕкĕтсене çапма тытăнчĕç. Çурăмран та, лĕпкерен те лектерчĕç çамрăксене. Арçыннисем кăкăртан тапрĕç. Мăйăхли сиксе тăчĕ те умлăн-хыçлăй арçынсене тĕке-тĕке ячĕ. Йĕкĕтсем сиксе тăчĕç. Ним айăпсăр патак çинĕскерсем тарăхрĕç пулмалла, арçынсене чăнтти-чантти туянтарчĕç. Ай-яй лайăх лектерчĕç! Çапăçу, тен, тата хĕрсе каятчĕ пуль — милицие шăнкăравларăм, Кĕçех вĕсен машини ĕрĕхтерсе те çитрĕ. Эп вара пăхса тăмарăм, килелле утрăм. Мĕн пулса иртнĕ кайран, пĕлместĕп.
Якур пичче каллех пирус чĕртрĕ, вăрăммăн сывласа, тĕтĕме шалалла çăтрĕ. Эп ăна тав турăм та допрос протоколĕ çине алă пустартăм, ăсатса ятăм.
Вăл кайсан та пусăрăнаймарăм эпĕ, хваттере таврăнсан та лăпланаймарăм. Ыйхă вĕçрĕ. Çĕрĕпе çывăраймарăм, енчен енне çаврăнкаласа выртрăм. Аптранипе пине çитиччен те шутласа пăхрăм — усси çук. Пурпĕрех тĕлĕрсе каяймастăп. Куç умĕнче тăтăшах Инна тăрать. Унăн сăнĕ-пичĕпе сапăрланатăп, çепĕç сассине илтетĕп. Атăл хĕрринче, тен, пăрăнмалла марччĕ ман унран, сывлăх - сунмаллаччĕ те калаçса илмеллеччĕ-тĕр. Кăшт та пулин... Тен, юнашар ларсах сăмахламаллаччĕ? Мĕн тесен те, пĕр-пĕрне курманни ултă çул! Хам çара кайнăранпах курнăçман вĕт эпир. Каласа памалли те, ыйтса пĕлмелли те иксĕмĕрĕн те пайтахчĕ-çке.
Эх, эп те çав! Пăрăнтăм та утрăм. Мăнкăмăлланас килчĕ-ши, е чĕрене хускатас темерĕм?..
Ир-ирех прокурор сĕтелĕ çине заявлени пырса хутăм, хама урăх района куçарма ыйтрăм. Чи инçетри района, чи йывăр района.
— Паллах, хулари прокуратурăра ĕçлеме çăмăл мар, çапах хăшпĕрисем районтан кунта куçасшăн ăшталанаççĕ, ― терĕ хула прокурорĕ, шухăша кайса. ― Кала-ха, мĕн кăмăлна хуçрĕ? Эс тĕпченĕ ĕçсене питĕ тимлĕн тишкертĕм, пĕр кăлтăк та тупмарăм. Ĕнер те канашлура ырларăмăр сана. Маттур, пултарать терĕмĕр. Паян ак... Тен, хам кӳрентертĕм ăнсăртран?
— Çук, никам та кӳрентермен мана.
— Апла йывăрлăхран хăрать темелле-и сана?
— Йывăрлăхран та хăрамастăп.
— Мĕншĕн каясшăн эппин.
— Ялта çуралса ӳснĕ эпĕ.
— Чуна уçса каламастăн, Юрий Иванович. Темĕскер пытаратăн. Чим-ха, чирлĕ мар-и эсĕ? Йăлт шуралса кайнă ав. Больницăна ăсатмалла сана.
— Ан чăрманăр. Больница мар, урăхла сиплев кирлĕ мана...
Ыйтăва аран-аран тивĕçтерчĕç. Папкăри хутсене прокурора парса хăвартăм та халь акă çĕнĕ вырăна, районти прокуратурăна, каятăп. Унта ман пĕр палланă çын та çук. Инна та, хулана килнĕ пек, экскурсие пырас çук. Вăл районта пĕр завод та çук. Йĕркене пăсакансен шучĕ кăна пĕлтĕрхинчен самай ӳснĕ.
Сасартăк машина тăпах чарăнчĕ. Тепле кантăка çапăнмарăм.
— Лартса кайăр-ха, тархасшăн? — пирĕн паталла чупать хĕрарăм.
— Ăçта çитмелле? — машина алăкне уçрĕ Ваçук.
— Асламаса.
— Ларăр. Асламас витĕр каятпăр.
— Епле телейлĕ эпĕ... ― васкасах кĕрсе вырнаçрĕ хĕрарăм.
Машина малалла ыткăнчĕ.
— Чим-ха, ― ман çине тĕсесе пăхрĕ хĕрарăм, ― Юрий Иванович Назаров мар-и эсир? Сирĕн сăнăра Инна Арцева альбомĕнче курнăччĕ. Вăт мĕнле, тӳрех палласа илтĕм! Уииверситетра Иннăпа пĕрле вĕренеттĕм. Качча патăмăр ăна. Çапла, эпĕ те пултăм туйрă. Эй, тĕнче! Аса илсен...
Çанçурăм сӳлетсе кайрĕ. Каллех Инна...
— Кирлĕ мар, ― пӳлтĕм хĕрарăма. ― Кирлĕ мар пурне те аса илме.
Ахаль те ăш вăркать. Ахаль те чĕре ыратать, вырăнта мар. Вĕсем, ав, Инна та Инна...
Эх, Инна, Инна!.. Хам та манаймастăп-çке сана. Ниепле те асăмран тухмастăн. Çурçĕрте те пултăм, Хура тинĕс хĕрринче те çӳрерĕм, эсĕ вара пĕр самант та манăçмарăн. Манăçмастăн та! Ача чух çуралнă туйăм халĕ те вĕри. Уйрăлнăранпа ултă çул иртрĕ пулин те, ним чухлĕ те чакмарĕ çав туйăм.
Вăтам шкул пĕтерсен, Инна та института вĕренме каймарĕ, фермăра ĕçлеме пуçларĕ. Ĕçрен таврăнатчĕ те пирĕн пата чупса пыратчĕ, шăкăл-шăкăл калаçса, унта та кунта ĕлкĕрсе, аннене пулăшатчĕ.
Çара кайма хут килсен, мана чысласа, çамрăксем ăсату каçĕ ирттерчĕç. Ташă-юрă хыççăн Иннăпа иксĕмĕр клубран тухрăмăр. Мĕн шуçăм киличченех лартăмăр лапсăркка сирень айĕнче...
— Итле-ха, Юра, ― терĕ Инна, тухăçа кăвак сăн çапсан. ― Уйрăлатпăр. Нумайлăха уйрăлатпăр...
Çав ир ăна пĕрремĕш хут ыталарăм эпĕ. Пĕрремĕш хут чуптурăм.
— Кĕтетĕп сана, Юра. Кĕтетĕп... икĕ çул... вунă çул...
Çара кулленех çыру çырса тăчĕ Инна... Ăшă, хĕрӳ, чун-чĕрене çĕклентерекен çырусем... Савни çырăвĕ чикĕри салтакшăн темрен те хаклă. Шăрçа пек тикĕс йĕркесене каçса кайса вулаттăм. Икшер хут, вуншар хут... Унăн сăнӳкерчĕкне те хамран пĕрре те уйăрман эп, чĕре тĕлĕнчех чиксе çӳреттĕм. Юлашки çырăва та хаваслансах уçрăм. Уçрăм та... унта пурĕ те пилĕк сăмах кăна: «Юра, текех ан çыр. Эпĕ...»
Куç алчăраса кайрĕ. Уяр çанталăк та ăмăрланса тĕксĕмленчĕ, хура тĕспе витĕнчĕ. Виçĕ талăк чăлкăм куç хупмарăм, тăтăш асаплантăм. Çакна старшина та сисрĕ. «Ма салху çӳретĕн? — терĕ вăл, манпа юнашар ларса. ― Чирлерĕн-им? Е-е... ăнлантăм, чун савни качча тухнă. Тьфу! Хĕр вăл — анне мар, татах тупăнать. Çакна ан ман: хĕрсем вĕсем куç умĕнче кăна чĕкеç евĕр чĕвĕлтетеççĕ, сăмах параççĕ, уйрăлсанах, сан çинчен манаççĕ, урăх качча куç хываççĕ, урăх каччă танатине кĕрсе ӳкеççĕ. Паллах, пурте апла мар, çапах... Ан хуйхăр. Кĕтме пĕлмен хĕршĕн чунна ан çунтар. Урăххи тупăнать кайран, шанчăкли».
Тарăхнăскер, кӳреннĕскер, Иннăна манма тăрăшрăм. Вăл пур — ниепле те асăмран тухмарĕ. Халĕ те тухмасть.
— Шофер, çакăнта антарса хăварăр. Эп çитрĕм, ― терĕ те хĕрарăм Ваçука укçа тыттарма тăчĕ.
— Кирлĕ мар, ― ун аллине сирчĕ Ваçук.
2
Района çитсе кĕреспе çумăр вĕтĕртетме пăрахрĕ. Йăрăм-йăрăм пĕлĕтсем тухăçалла шуса иртрĕç, хĕвел пăхма тытăнчĕ.
Машина шурă чул çурт тĕлне пырса чарăнчĕ. Районти прокуратура шăпах çак çурта вырнаçнă.
Мана курсан, Владимир Ефимов прокурор, лутака та сарлака хулпуççиллĕ арçын, хавасланса кайрĕ, сĕтел хушшинчен тухсах, алла тытса чăмăртарĕ.
— Иртенпех кĕтетĕп. Пĕлетĕр-и, пĕр-пĕччен тăрса юлтăм, ― терĕ вăл. — Следователе урăх района куçарчĕç. Помощник чирлесе ӳкрĕ... Халь ĕнтĕ сывлăш çавăрса ярăпăр иксĕмĕр.
Владимир Владимирович сĕтел хушшине ларчĕ те сасартăк темшĕн шухăша кайрĕ.
— Ай, пачах маннă. Ĕнер следователь валли икĕ пӳлĕмлĕ хваттер уйăрса пачĕç. Вĕр-çĕнĕ хваттер. Кайса кур, ― терĕ те сĕтел сунтăхĕнчен çăра уççи кăларса тыттарчĕ. ― Çул хыççăн паян канма та пултаратăн.
— Ывăнман эпĕ.
— Апла-тăк, ĕçе пуçăн, ― сейфран кĕрен хуплашкаллă «ĕç» кăларса хучĕ прокурор. ― Çынни хăй те айăпне йышăнать. Свидетельсем те вăл асса-тĕссе пурăннине ĕнентереççĕ. Следствие виçĕ эрнере вĕçлесен, аван пулмалла.
Прокурор панă папкăна илтĕм те следователь пӳлĕмне кайса лартăм, ĕç вăрттăнлăхĕсемпе паллашма тытăнтăм.
Тĕпрен илсен, пĕртте чăкăлтăш мар пек вăл ĕç. Уйкас çынни, Вадим Ухватов, совхоз механикĕ, Çатра улăхĕнче Галя ятлă хĕрпе йăпанса ларнă. Çакна Оля пионервожатăй курнă та арăмне систернĕ, хăйне те механизаторсем умĕнче намăслантарнă. Вадим, самай хĕрĕнкĕскер, вожатăя çатăрласа тытнă та: «Çăварна хуптаратăп-ха пăрре сана!» — тенĕ. Тата темтепĕр каласа хăратнă, юнанă.
Тепĕр виçĕ кунтан, чăнах та, Ольăна, амăшĕ вырăнне шкул хуралĕнче лараканскере, такам пăшалпа персе суранлатнă. Шăпах çав кун совхоз спортсменĕсем пăшалпа тĕл перессипе ăмăрту ирттернĕ иккен. Вадим — совхозри спорт обществин председателĕ. Пĕчĕк калибрлă винтовка та, патронсем те — пĕтĕмпех ун аллинче. Амăрту хыççăн вăл шкул картишĕнче çӳренине куракансем пулнă. Вадим пуçтахланнине те, Оля ăна пăсăрлантарнине те механизаторсем çирĕплетеççĕ. Вадим хăй те тунмасть. «Йăнăшрăм. Хупса лартăр», ― тет.
Уголовнăй ĕç çумĕнче Оля ӳтĕнчен кăларнă пуля та пур. Экспертиза пĕтĕмлетнĕ тăрăх, вăл тирта пуçтарнă пульăсемпе пĕр кĕпçеренех тухни палăрнă. Шкулти столовăйра та, коридорта та Вадим тăхăннă пушмак йĕрĕсем!
Вадим айăплине ĕнентерекен тепĕр япала — сăран хутаç. Амăртăва вăл унпа патронсем тултарса пынă. Ольăна суранлатнă хыççăн ăна коридора пăрахса хăварнă. Хутаçра патронсемпе пĕрлех столовăйран йăкăртса тухнă кăлпасси, çу, чăкăт, консервă банкисем пур.
Следстви материалĕсене пĕр-пĕринпе танлаштарса пăхрăм та, хăшпĕр иккĕлентерекен ыйтусем сиксе тухрĕç ман, ăнланмалла мар вырăнсем тĕл пулчĕç.
Ольăна Вадим питĕ тарăхнă тейĕпĕр. Ăна вăл çынсем умĕнче тытса лăсканă пултăр. Анчах мĕншĕн-ха Вадим ăна урамран мар, шкула шала кĕрсе перет.
Столовăйра та, коридорта та Вадим тăхăннă пушмак йĕрĕсем пур. Анчах пушмакĕ ниçта та курăнмасть. Ăçта-ши вăл?
Шкула урам енчен мар, сад енчен, чӳречерен, кĕнĕ. Вадим хăй урам енчен кĕтĕм тесе ĕнентерме пăхать.
Инкек пулнă вырăна тишкерсе çырнă протоколра ак епле каланă: «Оля ларнă пӳлĕмĕн тул енче атă йĕрĕ пур». Кам йĕрĕ вăл? Паллă мар. Тен, Вадим кантăкпа тăрмашнă вăхăтра Ольăна астарса-калаçтарса тăракан тепĕр çын пулнă унта?
Пĕчĕк калибрлă винтовка та çук. Çухалнă.
Палласа илнĕ-и Вадима Оля? Миçе сехетре киле таврăннă вăл? Арăмĕпе мĕн калаçнă? Хăйне епле тыткаланă?
Çак ыйтусен тупсăмне паян-ыранах пĕлмелле ман. Ольăна пенĕ винтовкăна та шыраса тупмалла...
Чи малтан эп больницăна шăнкăравларăм. Оля сывлăхĕ çаплах начар иккен. Халĕ те тухтăрçем унпа калаçтармаççĕ. Тепĕр эрнерен шăнкăравласа пăхма хушрĕç.
Вăхăта ахаль ирттерес килмерĕ — Вадима хам пата чĕнтертĕм. Вăл, яштака та тĕреклĕ хул-çурăмлăскер, пуçа усса, аллисене каялла тытса кĕчĕ, тӳрех ман сĕтел умне пырса ларчĕ.
— Туртмалли памăр-ши? — терĕ именчĕклĕн.
Ку таранччен те туртман эпĕ. Туртма та шутламастăп. Апла пулин те, следовательте ĕçлеме тытăннăранпа портфеле пирус чиксе çӳреме пуçларăм.
Вадима пирус кăларса тыттартăм. Пачкăна вăл хуллен, ассăн сывласа уçрĕ. Пĕр пирус кăна кăларса илчĕ, ыттине каялла сĕтел çине хучĕ. Эп ăна пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанне çити сăнарăм. Унăн уринче пушмак мар, кирза атă.
— Сирĕн ĕçе малалла эпĕ тĕпчетĕп, ― терĕм, хам ята, хушамата пĕлтертĕм.
Вадим шарламарĕ, пуçне çеç пĕксе илчĕ.
— Калăр-ха, вожатăя вĕлерме малтанах тĕллев лартнă-и е...
— Кун çинчен малтанхи допросрах каланă. Уçăр та вулăр. Урăх нимĕн те хушма пултараймастăп.
— Ăмăрту ирттернĕ чух та, каçхине те пушмакпа пулнă эсир. Халь ăçта çав пушмак?
— Пĕлмĕстĕп.
— Тен, килте улăштарса тăхăннă?
— Вăл каç килте пулман эпĕ.
— Ăçта çĕр каçнă?.. Кам патĕнче?
— Каламастăп. Вăрттăнлăх ку.
— Вожатăя периччен малтан столовăйра утса çӳренĕ, хутаçа апат-çимĕç тултарнă, Выçă пулнă-им эсир çав кун?
— Нимĕнле апат-çимĕç те тытман эпĕ.
— Çарĕç пӳлĕмĕнчи сейфа йăлтах хирсе-шăйăрса пĕтернĕ. Мĕн тума кирлĕ пулчĕ çав япала?
— Нимĕнле сейф та курман эпĕ. Нимĕнле сейфа та тĕкĕнмен.
— Акă малтанхи допрос протоколĕ. Ун чух çапла каланă эсир: «Вожатăй ларнă пӳлĕме тӳрех кĕмерем эпĕ — çарĕç пӳлĕмĕнче пытанса тăтăм, сейфа хирсе лапчăтрăм...» Хăвăр алă пусса çирĕплетнĕ.
— Унашкал каламан эпĕ.
— Çак ирсĕр ĕçе пĕччен турăр-и? Е... кампа та пулин каварлашса?
— Пĕччен!.. Тăр-пĕччен!.. — тарăхса пӳрнисене шăтăртаттарчĕ Вадим. ― Ытла айван çын вырăннĕ хуратăр мана. Эсир те, леш следователĕ те... Йăлтах ман каласа памалла. Эсир, ав, çыратăр та çыратăр. Тек пĕр сăмах та каламастăп. Шырăр, тĕпчĕр, эп айăплине ĕнентерĕр.
Ыйтса тĕпчеме, паллах, çăмăл мар. Унăн вăрттăнлăхĕ те нумай. Вăл — следстви органĕсенче шутсăр анлă сарăлнă ĕç. Ыйтса пĕлсе çын айăплипе айăплă маррине ĕнентереççĕ. Çынна тĕпченĕ чух ăсталăх та, пĕлӳлĕх те ытлашшинех кирлĕ. Тĕплĕн хатĕрленмелле тата. Ăнăçлă тытăнтăм-и-ха эп ку ĕçе? Çук çав, Ухватовпа калаçма ним чухлĕ те хатĕрленмерĕм. Следстви материалĕсемпе паллашрăм та ăна хам пата чĕнтертĕм. Кăтартăвĕ те, акă, куç умĕнче — унран пĕр çĕнĕ сăмах та илтеймерĕм, вăхăта пустуй çеç ирттеретĕп, хут варалатăп. Ӳлĕм те капла аппалансан, ирсĕр ĕç тăвакансене пĕрне те тăрă шыв çине кăлараймăп. Вăр-вартарах та тимлĕрех, ăслăрах та тавçăруллăрах пулмалла. Айăпланаканăн чунне уçмалла. Вăл сана шантăр, ĕнентĕр.
Çырма чарăнса, допрос протоколне аяккалла сирсе хутăм. Алăри ручкăна та сĕтел çине пăрахрăм.
Ухватов тӳрленсе ларчĕ те мана шăтарасла пăхрĕ. Сассăма хăпартасса, сĕтеле çапса кăшкăрасса кĕтрĕ-тĕр.
— Эсир спорта пит юрататăр иккен, ― калаçăва малалла тăсрăм эпĕ. ― Районта кăна мар, республикăра та кĕрешессипе мала тухнă. Йĕтре ывăтассипе те...
— Эпĕ кăна-и? Виççĕмĕш çул совхоз спортсменĕсем ăмăртусене хутшăнаççĕ, дипломсем илсе таврăнаççĕ, ― терĕ Вадим чĕрĕленсе.
— Совхозри спорт клубне те Ухватов тăрăшнипе уçнă терĕç. Тĕрĕс-и ку?
— Пулнă. Ун пекки те пулнă.
— Профсоюз комитечĕ хаклать сире, айăпа çăмăллатма ыйтать. Судра хӳтĕлеме çын та уйăрнă.
— Пĕртен-пĕр савăнăçăм та спорт кăна ман. Ывăлăма та спорта явăçтараттăм...
— Ывăл пурри савăнăç мар-и тата?
— Ывăл... Юрататăп ăна.
— Ывăлăрпа курнăçтармалла мар-и сире? Арăмăр та...
— Çук, çук! Кирлĕ мар. Арăма эпĕ...
— Улталарăн-и?
— Кураймастăп эп ăна.
— Ма апла тата? Юратса пĕрлешнĕ-çке-ха пирвай.
— Юратса?.. — ман сăмаха пӳлсех калаçрĕ Ухватов. ― Çапла, çемьеллĕ эпĕ. Ача та пур. Кашни каçах пĕрле. Ытти арăмсем пекех ыталать вăл мана, ачашланать. Çепĕç сăмахсем те калать. Эп вара пурпĕрех хăнк та тумастăп. Мĕншĕн тесен пирĕн хушăмăрта — пăр. Çав пăр пĕтĕм çанçурăма шăнтса тăрать.
Вадим каллех пирус ыйтрĕ, йӳçĕ тĕтĕме антăха—антăха çăтрĕ.
— Арăм та кунĕн-çĕрĕн асапланать. Тертленет. Хăй çакна пĕртте палăртасшăн мар. Ĕçчен те сăпайлă пулма, хунямăшне юрама, упăшки чĕрине парăнтарма тăрăшать. Ир-ирех тăрать те хуçалăха тирпей-илем кӳрет, апат пĕçерсе лартать, уроксем ирттерме хатĕрленет. Хам та хĕрхенетĕп ăна. Уйрăлса кайтăр пĕрех хут тесе, кĕпе-тумтире автол-соляркăпа варалатăп. Çук, йĕрĕнмест те пулас. Тап-таса çуса тасатать, çемçе тӳшек çинех вырттарать. Эх, тӳсет, шеремет, тамăк хуранĕнче ăшталанать. Пирĕшти пек хĕр вăхăтсăрах ватăлчĕ.
— Хĕрхенетĕн пулсан, ма апла хăтланатăн? Кала-ха, мĕншĕн-ха апла?
— Ма çав... Тĕрĕссипе каласан, кашнин хăйĕн курмăшĕ. Вырăн çинчен сиксе тăратăп та кăпăр-капăр тумланатăп. Арăма çаврăнса та пăхмастăп, пĕр сăмах та хушмастăп — ĕçе тухса чупатăп.
— Эх, Ухватов, Ухватов... Юратать сана арăму.
Эсĕ ав...
— Юратать? — кăрт сиксе илчĕ Вадим. ― Юрату мар ку. Ку вăл — чăн-чăн спектакль. Сцена çинче те юрататăп теççĕ, ыталаççĕ, чуптăваççĕ. Хăйсем — авланнăскерсем, упăшкаллăскерсем. Чаршав хупăнсан тумланаççĕ те, театртан тухса, киле васкаççĕ. Ман арăм та — артист. Сцена çинче мар, кулленхи пурнăçра «арăм» рольне вылять. Юратмастăп эп ăна. Вăл та...
— Апла-тăк, ма пĕрлешрĕр?
Ухватов, вăрăммăн сывласа, хăй епле авланнине аса илчĕ.
Вадим сарлака хул-çурăмлă та кĕрнеклĕ йĕкĕт. Ял-хуçалăх институтĕнче кăна мар, хулара та палăрнă спортсмен. Пур ăмăртăва та хутшăнать вăл. Пуринче те çĕнтерет. Тытăнаççĕ çеç, Вадимпа кĕрешекенĕ, урисемпе тапкаланса, кавир çинче выртать. Хăш вăхăтра çавăрса çапать Вадим, мĕнле мелпе усă курать — пăхса тăракансем асăрхаса та юлаймаççĕ. «Маттур! Чăн-чăн кĕрешӳçĕ!» — тесе алă çупаççĕ.
Еçчен те Вадим, çаврăнăçуллă та. Алли тем те ăсталама пĕлет. Хĕрсем ăна магнитлă лента çине сасă çыракан аппаратсем, грампластинка калаттармалли хатĕрсем юсаттараççĕ. Кĕтмен çĕртен авланса ярасси те унăн çав ĕçпех çыхăннă.
...Лекцисем вĕçленнĕччĕ ĕнтĕ. Вадим гитарине илчĕ те институтран тухрĕ. Алăк умĕнче ăна университетра вĕренекен Людмила чарса тăратрĕ.
— Кунта та гитарăпа çӳретĕн эс, музыкант пуласшăн мар пулĕ те?
— Манăн ĕç хатĕрĕ — хир карапĕ. Юратнă кĕвĕ — трактор сасси. Вĕсем те çак гитара пекех хаваслă юрă шăрантараççĕ, ― шӳтлерĕ Вадим. ― Юлташăн-ха ку. Çак паха япалана сарăмсăр ӳкерсе ватнă та, аран-аран майлаштартăм, талăка яхăн аппалантăм. Енер пырса илмеллеччĕ те — кĕтсе илеймерĕм. Вăхăт пулмарĕ-тĕр. Паян ак хамах леçсе парас терĕм.
— Манăн та ĕç пур, Вадим. Магнитофон çĕмĕрĕлчĕ. Юсаймăн-ши?
Вадим турткаланса тăмарĕ, юлташĕ патне каяс çĕртен Людмила хыççăн утрĕ.
Хула варринче, тăхăр хутлă çуртра, пурăнать Людмила. Хваттерĕ те меллĕ — виçĕ пӳлĕмлĕ. Урайĕнче те, стена çинче те — кавирсем.
Виççĕн кăна пурăнаççĕ хăйсем: Людмила, ашшĕ тата амăшĕ. Ашшĕ заводра цех начальникĕнче ĕçлет, амăшĕ ― учительница. Людмила амăшĕ çулĕпе кайнă: педагога вĕренет.
Вадима Людмила тӳрех магнитофон тыттарчĕ. Йĕркеллех пек лешĕ, анчах вĕçĕмсĕр кĕрлет, çатăртатать, пĕр сăмах та çырмасть.
Вадим аппарата унтан-кунтан тĕккелерĕ, сăтăркаларĕ те, лешĕ чиперех ĕçлеме пуçларĕ. Ку Людмилăна шутсăр савăнтарчĕ.
— Ăста аллинче ĕç вылять, ĕçчен çынтан ĕç хăрать, теççĕ, ― хĕпĕртерĕ Людмила. ― Тĕрĕсех иккен, магнитофон та санран хăрарĕ, Вадим. Чăн-чăн инженер эсĕ. Чăн-чăн ăстаçă!
Алăк шăнкăравĕ шăнкăртатрĕ. Пӳлĕме Людмила патне тантăшĕсем, пĕр ушкăнра вĕренекен хĕрсем, шакăлтатса-кĕпĕрленсе пырса çитрĕç.
— Çуралнă кун ячĕпе саламлатпăр сана, Людмила! ― терĕç те ăна чĕрĕ чечек çыххисем тыттарчĕç. Пĕр çыхă кĕнеке парнелерĕç.
Тус-тантăшĕсене Людмила тӳрех сĕтел хушшине чĕнчĕ. Вадима та...
— Аттепе анне Хура тинĕс хĕрринче канаççĕ. Хам вара нимех те хатĕрлеймерĕм, ― калаçрĕ савăннă, шуйханнă Людмила. Хай çав хушăрах сĕтел çине апат-çимĕçпе иçĕм çырли сĕткенĕ кăларса лартрĕ.
Чылайччен шавласа ларчĕç студентсем. Ташларĕç, юрларĕç. Тав сăмахĕсене пленка çине çыра-çыра илчĕç. Юлашкинчен, ушкăнĕпех Атăл хĕррине кайса, сăн ӳкерттерме килĕшрĕç.
Автобус чарăннă тĕле çитнĕччĕ ĕнтĕ вĕсем, сасартăк Вадим ушкăнран уйрăлчĕ.
— Пирĕнпе пымастăн-им? — тĕлĕнчĕç хĕрсем.
— Пĕлетĕр-и, туссем? Людмилăсем патне гитара манса юлнă. Ăна паянах юлташа çитерсе памалла.
Людмилăран уçă илчĕ те Вадим, каялла таврăнса, самантрах саккăрмĕш хута чупса хăпарчĕ. Алăка уçнă-уçманах пӳлĕмре темĕн чăкăртатса ларнине илтрĕ вăл. Кĕрсе пăхрĕ те, магнитофон иккен. Студентсем ăнă сӳнтермесĕрех хăварнă.
Вадим кнопкине пусрĕ те — магнитофон шăп пулчĕ. Ентĕ Людмила пӳлĕмĕнче такам тикĕссĕн сывласа выртнă сасă илтĕнчĕ. Ку пӳлĕм алăкне те туртса уçрĕ Вадим.
Ак тĕнче! Диван çинче хĕр вырта парать. Хуп-хура çӳçлĕ хĕр. Платйи чĕркуççинчен чылай çӳлелле туртăнса хăпарнă. Сывланă май тăпăл-тăпăл кăкăрĕ пĕрре çӳлелле çĕкленет, тепре аялалла анать. Вадим асăрханăччĕ паçăр, пуринчен хитре ташларĕ çак хĕр паян. Пуринчен хитре юрларĕ. Чавашла та, вырăсла та, акăлчанла та. Саламланă чух та чун-чĕрене çĕклентермелле калаçрĕ. Сасси уçă, янăравлă. Ячĕ те илĕртӳллĕ — Инна.
Çав териех ывăннă-ши вăл? Е урăхла тем тупăннă ун? Ах, чуна илĕртмĕш!
Хӳтлĕхсĕр пирĕшти çине пăхса тăрсан-тăрсан, Вадихăн алли-ури чĕтреме пуçларĕ.
Йĕкĕт пӳлĕме чĕрне вĕççĕн утса кĕчĕ, алăка шал енчен çаклатрĕ, вара диван çине выртрĕ, хĕре çатăрласа илчĕ те чаплаттарса чуптума тапратрĕ.
Хĕр ыйхăран вăранчĕ, кăшкăрма тытăнчĕ, Вадима питрен чавса пĕтерчĕ, хулпуççинчен çыртрĕ... Пĕтĕм вăйран Вадим ытамĕнчен хăтăлма тăрăшрĕ. Каччă та парăнмарĕ, кайран мĕн пулса тухасса мансах, хĕре хăй аллинчен вĕçертмерĕ, тĕрмешрĕ те тĕрмешрĕ...
Мĕн вăхăт асаплантарнă вăл хĕре — Вадим астумасть. Людмила хăйне çӳçрен çулса тытсан тин тăна кĕчĕ. Чунĕ теме сиснĕн, студентсенчен уйрăлса, Вадим хыççăн утнă йккен вăл. Эх, еплерех лăскарĕ ăна Людмила çӳçрен! Юрать, Инна нăйкăшса тăмарĕ — хваттертен пуля пек тухса вирхĕнчĕ.
Ăнланса илчĕ Вадим: усал ĕç турĕ. Виçерен иртрĕ. Чăрсăрланчĕ. Паллах, кунашкал ĕçшĕн ăна никам та пуçран шăлас çук. Мĕн тумалла-ха ĕнтĕ унăн? Ялта та хĕр пур. Хитре те хăюллăскер. Вадима савать вăл, институтран вĕренсе тухасса кĕтсе пурăнать.
Эх, туйăм, суккăр тӳйăм!.. Ма тытса чармарĕ хăйне Вадим? Ма итлемерĕ Инна йăлăннине? Ма хĕрпе вăл ăмăрту кавирĕ çинчи пекех вăй хурса кĕрешрĕ? Çапла, Иннăна парăнтарчĕ. Анчах çĕнтерӳ-и ĕнтĕ ку? Ку вăл ― йĕркесĕрленни, ирсĕр ĕç!
Общежитие таврăнсан та лăпланаймарĕ Вадим, çĕрĕпе вырханса выртрĕ, милици çыннисем çитсе кĕрессе кĕтрĕ.
Ирхине, чăн та, алăка пырса шаккарĕç. Вадим сиксе чĕтреме пуçларĕ. «Ну, пĕтрĕм. Тытса каяççĕ халь. Хупса лартаççех», ― тесе алăка уçрĕ вăл. Телее, милици çыннисем мар-мĕн, канăçне çухатнă Людмила хашкаса тăрать.
— Инна Атăла сикнĕ. Анчах путма паман — университет студенчĕсем туртса кăларнă. Халь больницăра выртать имĕш.
Вадим хирĕç нимен те калаймарĕ. Людмила кайсан, мăшлатса-мĕшĕлтетсе тумланчĕ те урама тухрĕ.
Утрĕ вăл. Пĕр-пĕччен утрĕ. Салхуллăн, шикленӳллĕн. Тĕлсĕр-мĕнсĕр. Унтан пăхать те — больница патне пырса тухнă-мĕн вăл. Чылайччен çӳрерĕ çапла больница тавра. Анчах шала кĕме, хăй шар кăтартнă хĕрпе сăмахлама хал çитереймерĕ.
Усал хыпар хăвăрт сарăлать çав. Вадим «ĕçĕ-хĕлĕ» çинчен институтра та пĕлеççĕ. Пĕрремĕш лекци хыççăнах ăна комсомол комитетне чĕнтерсе хăтăрчĕç. Декан та сăмахларĕ, Ректор та Вадимпа курнăçма вăхăт тупрĕ. Енчен те Инна заявлени çырса парсан, уголовнăй ĕç пуçараççĕ. Вара пĕтет Вадим, институтпа та сывпуллашма тивĕ. «Пĕртен-пĕр çăлăнăç — ирĕксĕрленĕ хĕре качча илмелле», ― терĕ ăна Людмила.
Чăнах та: ырă канаш ку. Авланмалла мар-и пĕрех хут? Хăçан та пулин пурпĕрех арăм тупмалла, ача-пăчаллă пулмалла. Тепĕр тесен, Инна начар хĕр мар. Хитре хе пысăк тавракурăмлă, уçă саслă та çепĕç чĕлхеллĕ. Никам та тиркес çук ăна. Анчах килĕшĕ-ши Инна?
Турра шĕкĕр, Инна турткалашса-кутăнлашса тăмарĕ, тархаслаттармарĕ — килĕшрĕ.
Туй шавлă иртрĕ. Икĕ кун янăрарĕ хаваслă юрă-кĕвĕ. Икĕ кун савăнчĕç Вадимпа Инна тусĕсем. Анчах çамрăк мăшăра кичемлĕх аптратрĕ. Салхулăх сирĕлмерĕ. Иккĕшĕ те пĕр-пĕринчен аяккалла туртăнаççĕ. Туйра та, туй хыççăн та...
Вадим калаçма чарăнчĕ, енчен енне пăркаланса илчĕ, ассăн сывласа, пирус чĕртрĕ.
— Юратмастăп эп ăна. Кураймастăп. Уйрăлмалла кăна. Анчах «уйрăлмалла» сăмаха ниепле те ăна çăвар уçса калаймастăп. Хăюлăх çитмест. Хăвăртрах тĕрмене ăсатăр пĕрех хутчен. Йăлăхрăм эпĕ, йăлтах хăшкăлса çитрĕм. Çул хыççăн, тен, арăм та хăех уйрăлĕ.
Вадима урăх пĕр ыйту та памарăм, допрос протоколĕ çине алă пустартăм, камерăна ăсаттартăм.
Вадим кайсан та, «юратмастăп эп ăна» тенĕ сăмахсем хăлхаран тухмарĕç. Эх, ăссăрлăх, ăссăрлăх... Асаплану та тертленӳ кăна кӳнĕ вăл вĕсене. Иккĕн тан тертленеççĕ — арăмĕ те, упăшки те...
— Сывлăх сунатăп! — Алăка яр уçса кечĕ пĕри. Милици капитанĕ иккен. ― Прокуратура следовательне курас тетĕп.
— Эпĕ пулатăп вăл.
— Чимĕр-ха, эсир вĕт... — мана тĕсесе пăхрĕ капитан. ― Эсир... Юра Назаров. Эпир тахçан Лакрей вăрманĕнче курнăçнăччĕ пулас. Юрă уявĕнче. Мана, тин çеç чикĕрен таврăннă пограничника, тин çеç милици тумĕ тăхăннă сержанта, обществăлла йĕркелĕхе сыхлама сцена умне тăратнăччĕ. Конферансье черетлĕ номер пĕлтерчĕ. Эсир вара, итлекенсене сиркелесе, сцена еннелле ыткăнтăр. Эпĕ лăпланма хушрăм, анчах эсир итлемерĕр — сцена çине сиксе хăпартăр та юрă шăрантарма тытăнтăр... Илемлĕн, уçăмлăн, чун-чĕрене хускатмалла юрларăр. Ун чух эп шак хытса тăтăм, юрă вĕçленмесĕр те вырăнтан хускалмарăм. Сирĕн сасса кайран та ик-виçĕ хут радиопа илтнĕ эп. Сирĕн шăпапа та кăсăкланнăччĕ. « Консерваторире вĕренет пулмалла », ― терĕç мана...
— Каçарăр та, кам пулатăр вара эсир? — пĕлесшĕн пултăм эпĕ. ― Ятарласа мана ырлама килтĕр-и? Каласа парăр-ха?
— Ырлама мар, ку вăл сăмах май кăна. Паллашма килтĕм, ― капитан эпĕ кăмăлсăрланнине сисрĕ. ― Уголовнăй розыск начальникĕ эпĕ. Емельян Алексеевич Аброськин. Сирĕн пата милици уйрăмĕн начальникĕ ячĕ. «Прокуратурăна çĕнĕ следователь килнĕ. Кайса паллаш. Тен, пирĕнтен пулăшу кирлĕ», ― терĕ.
— Чăн та, пулăшу кирлĕ пулать, ― терĕм те, калаçу тӳрех хайхи ĕç çине куçрĕ. Уйкаса çитсе мĕн-мĕн тумаллине пĕрле канашласа палăртрăмăр.
— Ыран ир-ирех тухса каятпăр» ― тере юлашкинчен Аброськин.
— Эп паянах каятăп.
— Çук, паян пыраймастăп. Арăм иккĕмĕш ывăл çуратрĕ. Вĕсене больницăран илсе тухмалла. Ыран сакăр сехетре Уйкасра пулатăп. Тӳрех ял Советне пыратăп. Çырлахтарать-и ?
— Килĕшетĕп, капитан юлташ.
— Консерватори пĕтермелле пулнă сирĕн, Юрий Иванович. Юрăç пулмаллаччĕ. Пултаруллă çын вĕт-ха эсир. Талантлă çын. Юрăçсене халăх та хисеплет, асра тытать. Прокуратура, суд, милици çыннисене ытларах ирсĕр ĕç тăвакансем, кукăр алăллă çынсем пĕлеççĕ. Ырă кăмăллă та таса чунлисем, ав, допроса чĕнтерсен те хăраса ӳкеççĕ. «Эпĕ те айăпа кĕнĕ-ши?» — тесе сехĕрленеççĕ.
— Милици çыннисене те халăх хисеплет, Инкек-синкек сиксе тухсан, тӳрех милицие чупаççĕ, пулăшу ыйтаççĕ. Анчах тепĕр чух хамăрах саккуна пăхăнмастпăр, саккун йĕркисене пăсатпăр — акă мĕн тарăхтарать çынсене.
— Çапла, сайра хутра ун пекки те пулкалать. Хăвăрт сарăлать тата унашкал хыпар. Эпĕ хам вара яланах саккун хушнă пек ĕçлеме тăрăшатăп. Юрататăп хам ĕçе эп.
— Юрĕ, капитан юлташ. Калаçăва Уйкасра тăсăпăр.
— Килĕшетĕп, ― алă парса, йăл кулса тухрĕ пӳлĕмрен милици капитанĕ.
3
Еç хыççăн та хваттере васкамарăм. Мĕн тумалла-ха ман унта? Çемьеллĕ пулсан, татах. Пĕртен-пĕр ĕмĕтĕм ман — вожатăя суранлатакана тупасси. Вадим-и вăл е урăххи, халлĕхе татса калаймастăп. Тĕпчемелле манăн, çанна тавăрса тăрăшмалла.
Уйкас çыннисене, допроса чĕнтерсе, хĕрӳ ĕçрен уйăрас килмерĕ. Авăн уйăхĕ-çке, ĕççи вăхăчĕ. Хам та ялта ӳснĕ, чăрмав мĕнне пĕлетĕп. Тырпул пухса кĕртнĕ чӳх кашни минут хаклă, кашни çын шутра, кашни çын хăй вырăнĕнче пулмалла. Çавăнпа та çынсемпе, ĕç кунĕ вĕçленсен, Уйкасра тĕл пулса калаçма шутларăм. Аброськин та килĕшрĕ манпа.
Хама кирлĕ хутсене портфеле пуçтарса чикрĕм те çула тухрăм.
Уйкаса эпĕ йӳнейлĕ машинăпа çитрĕм. Ырă кăмăллă та сăмахлама юратаканскер пулчĕ тата шоферĕ. Шăпах Уйкас çынни. Çул тăршшĕпех ялхуçалăхне аталантарасси çинчен пуплерĕ, ялтан тухса каякан çамрăксене вăрçрĕ. Вадима та пĕлет вăл. Ырăпа кăна асăнать. Çав кун пăшалтан перессипе пĕрле ăмăртнă иккен вĕсем. Ăмăрту хыççăн киле те пĕрлех таврăннă, Вадим киле урампа мар, анкарти хыçĕпе кайнă. Вожатăя кам пенине вăл татса калаймасть.
Шофер мана совхоз кантурĕ тĕлĕнче антарса хăварчĕ. Кантурта никам та çук. Халăх йăлтах клубра иккен, канашлура. Эпĕ те клуба кĕтĕм, хуллен хыçалти пукан çине пырса вырнаçса лартăм. Сарлака та тулли сăн-питлĕ арçын, хĕрсе кайсах калаçаканскер, мана асăрхарĕ.Сăмахлама чарăнчĕ те ман еннелле пăхрĕ.
— Эсир хăш организацирен? — тесе ыйтрĕ. ― Районтан-и?
«Прокуратура следователĕ» тесе кăшкăрас килмерĕ. Ун патне пытăм та хам ăçта ĕçленине, мĕн çăмăлпа çӳренине пĕлтертĕм. Совхоз директорĕ иккен вăл. Сахвар ятлă механизатора вăрçать. Ара, лешĕ Макар мучие вутă турттарса килсе паман, ĕç ветеранне кӳрентернĕ.
— Макар мучи ĕмĕр тăршшĕпе утарта ĕçлерĕ. Мĕн чухлĕ пыл хатĕрлесе пачĕ вăл пире. Нивушлĕ кирлĕ мар ĕнтĕ вăл текех совхоза? Тĕлĕнмелле, юлташсем. Питĕ тарăхмалла, ― терĕ малалла директор, малти ретре ларакан йĕкĕтрен куçне илмерĕ.
— Мĕн тарăхмалли пур? Сахвара вăрмана кайма никам та наряд паман вĕт, ― çухăрса ячĕ çинçе саслă хĕрарăм.
— Эсир хушнине, Лидия Гурьевна, Сахвар яланах пурнăçлать, ― терĕ ăна совхоз директорĕ. ― Çĕмĕрлене каймалла-и е Шупашкара — Сахвар никамран та ыйтса тăмасть, ларать те кĕрлеттерет.
— Хамшăн мар, ял çыннисемшĕн тăрăшап. Ун пек чухне ыйтмасăр кайни те пăсмĕ. Уйрăм çынсем нушипе çӳренĕ чухне вара хуçă хушни кирлĕ. Унсăрăн ĕçлемесĕр тупăш илме тăрăшни пулать, ― парăнмарĕ Лидия Гурьевна текенни.
— Ĕç вăхăтĕнчех магазин уçатăр эсир. Ĕç вăхăтенчех сайра тĕл пулакан япаласем сутатăр. Леш эрнере, ав, канмалли кун та магазин хупă тăчĕ, ― сассине хăпартрĕ совхоз директорĕ.
— Кĕрĕк арки йăваласа лармастпăр эпир. Тавар туянакансене тивĕçтерес тесе ăшталанатпăр. Тавар вăл анне сарайĕнче выртмасть. Çирĕп çын аллинче, базăра. Унтан та йăпăр-япăрах тиеттерсе ямаççĕ — план, разнарядка... Тытăнатăн вара... Пĕрин патне пырса пуç таятăн, теприне... Заказ панă япаласем тупмасăр пурпĕр таврăнман. Капла ак тавар туянакансем те кăмăллă, план та тулать... Тавар çук-тăк, план та çук, ― хăлха таран хĕремесленсе кăшкăрашрĕ Лидия Гурьевна.
Тем хушăра, сиссе те юлаймарăм, совхоз директорĕ ман еннелле çаврăнчĕ те:
— Халĕ, юлташсем, прокуратура следователĕ сăмах илет, ― терĕ. ― Тархасшăн, Юрий Иванович.
Ку маншăн пач кĕтмен çĕртен пулчĕ, çапах аптраса ӳкмерĕм. Ыйтаççĕ пулсан — калаçмалла терĕм те ура çине тăтăм. Сăмаха ĕçлемесĕр илнĕ тупăш çинчен пуçларăм. Мĕншĕн тесен Уйкасра çак саккуна ăнлансах çитеймеççĕ. Леш эрнере, ав, Уйкас шоферĕ пасара пахчаçимĕç леçсе панă та штрафа çакланнă. Ку яла автобуссем çӳремеççĕ. Такси таврашĕ те хутран-ситрен кăна курăнкалать. Штраф тӳленĕ хыççăн шоферсем пĕр-пĕринпе калаçса татăлнă та, кабинăра пĕччен пулсан та, никама та лартмаççĕ, штраф хурасран хăраççĕ. Автобус çук тесе, Уйкас çыннисен çуран тăнккамалла-и-ха? Кузов çине саксем лартса-майласа, çынсене турттармалла мар-и? Шоферсен, паллах, талон пулмалла. Кама миçе талон панă, вĕсемпе еплерех усă курнă — уйăх вĕçĕнче тĕрĕслĕмелле.
Ытти пăтăрмахсем çинчен те чарăнса тăтăм. Çав шуйланусенчен хăтăлас тесен, Уйкасра мĕн-мĕн тумаллине йăлт ăнлантарса патăм, Хăлха тăратсах итлерĕç ял çыннисем.
— Ыйтусем пур-и? — терĕ совхоз директорĕ, эпĕ сăмаха вĕçленине кура.
— Пур! — яшт сиксе тăчĕ пĕр çамрăк хĕрарăм. ― Калăр-ха, мĕншĕн ним айăпсăр çынна хупса лартаççĕ?
— Айăп çук пулсан хупмаççĕ, ― хуравларăм эпĕ. ― Вăхăтлăха тытса чарсан та — тĕпчесе пĕлеççĕ те виçĕ талăкран кăларса яраççĕ.
— Виç талăкран?.. — тĕлĕнчĕ хайхи хĕрарăм. ― Ухватова, ав, кайса хупрĕç те иккĕмĕш уйăх читлĕхре усраççĕ. Айăплă мар вăл!
— Ухватов пирки халлĕхе нимĕн те калаймастăп. Следстви пырать, Айăплă мар-тăк, ăна та кăларса ярĕç, ― терĕм хĕрарăма куçран тинкерсе.
Вăл пурпĕрех ура çине сиксе тăчĕ:
— Çаратакансене тĕкĕнместĕр ав. Хăратса-алхасса çӳрекенсене те пуçран шăлатăр кăна...
— Галя тĕрĕс калать! — хутшăнчĕ хĕрлĕ кофтăллă хĕрарăм. ― Куçкĕрет мăшкăллама пуçларĕç. Куçкĕрет иртĕхеççĕ. Виçĕмкун çăкăр пĕçерсе кăлартăм. Пӳрт вĕриленсе кайрĕ, çывăрма пăчă. Мунчана кайса выртрăм. Сахал çывăрнă-и, нумай-и — вăранса кайрăм та — ак тамаша! — юнашар арçын выртать. Самай хĕрĕнкĕ хăй. Пĕр сăмах та чĕнмест. Мĕшлетет кăна. Пилĕкрен пăчăртăть, кăкăртан ачашлать... Ирсĕрĕн ытамĕнчен вĕçерĕнтĕм те алла пуртă ярса тытрăм, Вăшт! тухса сирпĕнчĕ мунчаран. Çакăн çинчен милици çыннине, Кулагин милиционера, каласа патăм та, лешĕ çапла каларĕ: «Маруç аппаçăм, эс упăшкасăррине пурте пĕлеççĕ. Каччă сана савасшăн — эсĕ çавна та туймастăн». Эп каланине хăлхана та чикмерĕ.
— Ывăлăма кăçал велосипед илçе патăм, ― ура çине тăчĕ шакла пуçлă арçын. ― Виçĕ кун ярăнаймарĕ — йăкăртрĕç. Кил хушшинченех вăрларĕç. Кун çинчен эп Кулагина евитлерĕм. «Велосипед — машина мар. Çынна кирлĕ япала мар. Ывăлу хăех пĕр-пĕр çырмана пăрахса хăварнă пуль», ― терĕ мана та Кулагин.
Ку ыйтусене хуравлама ĕлкĕреймерĕм — тата тепри сиксе тăчĕ, ӳпкелешме тытăнчĕ.
— Кăçал хăяр ăнса пулчĕ. Çавна та çаратаççĕ вĕт путсĕрсем. Хăяр вăрлама кĕрсен, анчăка персе велерчĕç... Кулагин мĕн вăл... хăнк та тумарĕ... «Ан кулян, Яхван пичче, тымарри юлнă, хăярĕ татах çитĕнет. Анчăк та ĕне мар, татах тупса параççĕ», ― терĕ Кулагин хихиклетсе.
— Магазина та çаратрĕç: пĕр ещĕк пĕремĕк вăшкăртрĕç. Айăплине паян кун та тупаймаççĕ. Тавар хакне мана тӳлеттерчĕç, ― арçынна пӳлсех тулашрĕ шурă халат тăхăннă хĕрарăм.
— Ытла тĕлĕнмелле: совхоз столовăйĕнчен те апат-çимĕç вăрларĕç. Кулагана чĕнсе пытăмăр та, вăл пире кăшкăрса кăна тăкрĕ: «Хăвăр киле йăтатăр та... чăкăтне те, консервине те, кăлпассине те... Укçасăр тăранса пурăнма хăнăхнă та... вăрларĕç тесе янăрашатăр. Йăлтах хăвăр тӳлетĕр! Тӳлеместĕр ― уголовнăй ĕç пуçаратпăр», ― тесе хăратрĕ те, шарламарăмăр вара. Йăлтах хамăр тӳлерĕмĕр, сапларăмăр, ― пит кăмăлсăрланса калаçрĕ шурă тутăрлă хĕрарăм.
— Каласан та ĕненес çук — библиотекăран та кĕнекесем йăтса каяççĕ. Тăтăшах хаçат-журналсем çухалаççĕ. Кулагин юлташ библиотекăна пырса та пăхмарĕ. «Библиотекарь-и эс? Çавна та чухламастăн: çынсем кĕнеке вуласшăн ăшталанаççĕ, эсĕ, ав, шкафа çăрапа питĕрсе лартатăн. Ан хăра, вуласа тухаççĕ те пырса пăраççĕ», ― терĕ.
Библиотекарьпе юнашар ларакаи хĕрарăм та сиксе тăчĕ, вăл та Кулагина вăрçрĕ:
— Эрне каялла куртка çуса çакрăм. Ăна та илсе тарчĕç вĕт. Кулагина пĕлтертĕм те, хăлхана та чикмерĕ. «Э-э, куртка вăл тăлăп мар. Çил вĕçтерсе кайнă ăна. Çунă япалана кантра çине еплерех çакма та манăн вĕрентмелле-и?» — терĕ те вăшт пăрăнса утрĕ.
Калаçакансем татах йышланчĕç. Пĕр харăс пиллĕкĕн-улттăн пуплеççĕ, пыл хурчĕсем пекех сĕрлеççĕ — ăнланма çук.
— Юлташсем, ― халăха шăпланма хушрĕ совхоз директорĕ. ― Юрий Иванович пирĕн пата нумайлăха килнĕ. Эсир пĕлтернĕ хыпарсене йăлтах çырса илчĕ. Тĕрĕслесе пĕлĕ.
Эпĕ, директор сăмахне çиреплетсе, пуçа сĕлтрĕм.
— Пĕлтермелли пулсан, ыран кйлĕр. Ман пӳлĕмре пулать вăл. Халĕ концерт пăхатпăр, ― терĕ те директор, сĕтел хушшинчен тухса, ман пата пычĕ. ― Тавтапуç. Меллĕ калаçу пулчĕ, вырăнлă калаçу. Вăхăт хĕсĕкрех пулсан та, татах тĕл пулăпăр. Леш эрнере. Юрать-и?
Эпĕ килĕшрĕм, алă парса сывпуллашрăмăр,
— Тăхта-ха, ― терĕ совхоз директорĕ, ― хăна çуртне каймастăр пулĕ те?
— Унта вырнаçасшăн.
— Хăна çуртĕнче ялхуçалăх студенчĕсем пӳрăнаççĕ. Канма памĕç вĕсем, чăрмантарĕç. Лисук кинемей патне кай. Пĕччен пурăнать вăл. Ĕне те пур. Хăнасене хавас вăл, ― канаш пачĕ директор.
Майĕпен чаршав уçăлчĕ — куракансем умне шурă тумлă хĕрсем тухса тăчĕç. Юрă янăраса кайрĕ:
Çурхи тĕнче вăраннă чух,
Хаваслă кун шăраннă чух
Чун савăнать, чĕре сикет,
Çĕршыв çинчен юрлас килет.
Хаваслă юрă ман чуна та пырса тиврĕ, çапах клубра пăчăхса ларас килмерĕ, урама тухрăм.
Тĕттĕмленнĕ ĕнтĕ. Сывлăш уçă, таса. Вăштăр-вăштăр çил вĕрет. Çур ункă уйăх çутатать. Тӳпере çăлтăрсем выляççĕ. Ял варринче парк пур иккен. Çавăнта пырса кĕтĕм. Сисмерĕм те — умри акацин пĕр туратне хуçса илтĕм.
— Ма йывăçа суранлатăр? — илтĕнчĕ сасă.
Çĕр тĕпне анса кай — тĕмĕ леш енче хĕр ларать. Хирĕç калама пĕр вырăнлă сăмах тупаймарăм: аптраса тăтăм.
— Ӳте шăйăрттарсанах, ыратнине туятпăр эпир, эмел сĕретпĕр. Йывăç та чĕрĕ ӳсентаран. Тураттине хуçсан, вăл та асапланать, ― тăн кĕртме тытăнчĕ хĕр.
— Каçĕ тӳлек, савăк. Эсир, ав, пĕр-пĕччен, ― калаçу пуçларăм эп.
— Качча кĕтетĕп.
— Кĕтетĕр пулĕ те... — хĕр умне пырса тăтăм эпĕ.— Тек таврăнмасть вăл. Тарăхса-вĕчĕрхенсе уйрăлнă вăл. Çапла-и?
— Эсир, мĕн... юмăç мар пулĕ те?
— Çук, юмăç мар, сăнанипе калатăп. Ак пирус тĕпĕ, ― пирус тĕпĕ илтĕм эпĕ. ― Кĕлленме те ĕлкĕреймен. Шăкăл-шăкăл калаçса, алă парса уйрăлнă пулсан, пирус тĕпне пусса сӳнтермеллеччĕ. Вăл ăна аяккалла вăркăнтарнă. Кăмăлсăрланса, çилленсе уйрăлнине пĕлтерет ку.
— Тĕп-тĕрĕс, ― килĕшрĕ хĕр, унтан çапла каларĕ: — Мана ак мĕн тĕлĕнтерет. Улма-çырла ӳстеретпĕр. Йывăçа хăçан лартнине те, хăçан тата мĕнле апатлантарнине те — пĕтĕмпех пĕлетпĕр. Миçе тонна çимĕç пуçтарса кĕртессине те палăртатпăр, çапах ун тухăçĕ пĕрешкел пулмасть. Пĕр çулĕнче ытларах туса илетпĕр, тепĕр çулĕнче — сахалтарах. Эсир ак, юристсем, хваттер е магазин çаратнă çĕре пыратăр. Кам çаратнине никам та курман, никам та пĕлмест — пурпĕрех вăрра шыраса тупатăр. Сирĕн ĕç питĕ кăткăс, çав тери кăсăк.
— Атя паллашатпăр: Юра тесе чĕнеççĕ мана.
— Пĕлетĕп, Юрий Иванович. Халь кăна клубра калаçрăр. Пурне те килĕшрĕ. Рита ятлă эпĕ.
— Пур ĕç те интереслĕ Рита. Ӳркенмелле мар кăна. Тимлесе, вăй хурса тăрăшмалла. Усĕмĕ пулать вара.
— Эп çапла шутлатăп: ĕç кал-кал пытăр тесен, туслăх кирлĕ. Пĕр-пĕрне ăнланни кирлĕ. Кăмăл хуçăлсан, ал-ура çыхланать, вăй чакать. Кăмăл пăсăлчĕ ман кĕçĕр. Тусăм та... Ах, епле тăрĕ-ши ыран? Çичĕ сехетпех ĕçе çитмелле унăн.
— Усĕрччĕ-им?
— Çук, ĕçмест вăл. Спортсмен. Хулана чĕнĕт вăл мана. Эп ăна хура тăпраран уйăрасшăн мар. Çавăнпа хирĕçетпĕр эпир. Иксĕмĕр те Уйкасра ӳсрĕмĕр, пĕрле вĕрентĕмĕр. Вăтам шкул хыççăн вăл завода вырнаçрĕ, слесаре вĕренсе тухрĕ. Иксĕмĕр те ялхуçалăх институтĕнче заочно вĕренетпĕр. Вăл инженер-механик пулма хатĕрленет, эпĕ — агроном. Тăван уй-хире калама çук юрататăп. Улăх-çарана та, вăрмана та... Çĕр-аннерен нихçан та уйрăлмастăп. Мĕн пĕчĕкренех уçă сывлăшра çӳреме-ĕçлеме хăнăхнă. Çавăнпа пĕр кун та завод таврашĕнче чăтса тăраймастăп. Тусăм ăнланмасть мана. Хулана астарать. Общежити те параççĕ тет. Заводăн халь хушма хуçалăх пур имĕш. Унта агроном кирлĕ тет. Завод директорĕпе те калаçса татăлнă тусăм. Эпĕ яхăнне те ямарăм. Хирĕçсе кайрăмăр. Укĕтлерĕ-ӳкĕтлерĕ — пурпĕрех пĕр чĕлхе тупаймарăмăр. Тарăхрĕ те аллине лăст сулчĕ, хуланалла вĕçтерчĕ.
— Ан пăшăрхан, ыран мирлешетĕр.
— Пĕртте иккĕленместĕп: ыранах вĕçтерсе килет вăл. Ыран каллех ӳкĕтлеме тытăнать. Пурте хулана куçса кайсан, уй-хирте кам ĕçлет? Тата ялта та халь пурнăç япăх мар. Ача сачĕ пур. Культура керменă, йăла çурчĕ, больница... Часах суту-илӳ çурчĕ хута каймалла. Пурăнмалли çуртсем мĕн чухлĕ çĕкленчĕç ав! Совхоза ĕçлеме юлнă çемьене тӳрех хваттер параççĕ...
Хĕр калаçма чарăнчĕ те çăлтăрсем çине пăхса илчĕ, кайма хатĕрленчĕ.
— Енчен хулара пĕр-пĕр пикепе паллашрĕ-тĕк, ― калаçăва тăсасшăн пултăм эпĕ. ― Рита манăçа тухать вĕт.
— Никампа та паллашмасть вăл, ― терĕ Рита. ― Мана кăна юратать. Пĕррехинче хам та хула пикипе паллашма сĕнтĕм. Ма тăтăшах яла чупатăн, вăхăта пустуй ирттеретĕн терĕм. Тусăм тарăхса кайрĕ: «Мана та, Ухватов пек авлантарса, ĕмĕр асаплантарасшăн-и?» ― тесе хучĕ.
— Ухватовсем асапланаççĕ-и вара? — пĕлмĕше петĕм эпĕ.
— Ох, еплерех те! Хăй те, арăмĕ те, савнийĕ те. Уйкасра Вадимăн савнийĕ пур, Галя ятлăскер. Çав тери правур хĕр. Шывра та путмасть, вутра та çунмасть. Канашлура пулчĕ паян. Сире чи малтан ыйту пачĕ. Вадима вара чунтан юратать. Ох, еплерех юратать. Ольăна суранлатнă каç вĕсем пĕрле пулнă теççĕ.
«Пĕрле пулнă... Мĕншĕн-ха Гальăна пĕрре те допроса чĕнтермен?»
— Вадима тытса кайсан, епле ӳлерĕ Галя. Кулагина йĕре-йĕре тархасларĕ. «Вадим пĕр чĕптĕм те айăплă мар», ― терĕ. Лешĕ кăшкăрса çеç тăкрĕ: «Намăса çухатнăскер! Çын упăшкине туртса илесшĕн-и?!.» Тата тем-тепĕр каласа намăслантарчĕ. Çакăн хыççăн Галя Кулагина курайми пулчĕ. Туртса-çӳрса тăкма хатĕр вăл халь ăна. Паян пирĕн пата чупса пычĕ те Кулагин магазин заведующийĕ патĕнче ларать терĕ. Атьăр кайса акт çыратпăр та милици начальиикĕ патне çитерсе паратпăр терĕ. Атте ал кăна сулчĕ. Ан аппалан, Кулагина пурпĕрех çĕнтерейместĕн терĕ.
— Кулагин ялта-им? — хыпăнсах ыйтрăм эпĕ.
— Кăнтăрла иртсен çитрĕ. Лидия Гурьевна патĕнче хăналанать. Кирлĕ-им вăл сире?
— Калаçса пăхмалли пурччĕ.
— Апла-тăк, кайрăмăр.
Паркран тухрăмăр. Çуртсем умĕпе, йăмрасем айĕпе утрăмăр. Рита текех Вадима асăнмарĕ. Галя пирки те шарламарĕ. Уйкас таврашенче тĕрлĕ тăпра иккен. Пĕр уйĕнче — хура тăпра, тепĕр уйĕнче — хăйăрлă, виççĕмĕшĕнче — тăмлă. Шурлăхлă вырăнсем те пур. Ăçта тата мĕн акмалли çинчен шухăшлать Рита, хăш уйĕнчен миçе центнер тĕштырă пуçтарса кĕртессе уйлать.
Шурă кирпĕч çурт тĕлне çитсен, Рита тăп чарăнчĕ.
— Лидия Гурьевна çак çуртра пурăнать, ― терĕ те сывлăх сунса пăрăнса утрĕ. ― Тепре тĕл пуличчен.
Вĕр-çĕнĕ çуртăн чĕнтĕрлĕ хапхи еннелле утрăм. Калинккене тĕртсе пăхасшăнччĕ — картишĕнче такамсем калаçни чарса тăратрĕ.
— Уç-ха, Лидия Гурьевна!
— Çĕрле те канаç памастăр, эсрелсем!
— Ан вăрç ĕнтĕ, сăмах пур. Хĕрарăм атти кирлĕ. Ютран кӳнĕ атă.
— Магазин мар кунта! Ĕç кунĕ тахçанах вĕçленнĕ. Килте тавар тытмастăп. Тасал.
— Ăна-кăна чухлатпăр. Пĕрремĕш хут мар. Яланхи пекех «чейлĕх» те пулĕ. Пĕр мăшăр илсе тух. Ме...
— Мĕн кăшкăратăн? Вăрманта мар вĕт. Вăрттăн тăвасшăн ху — вăрттăн калаçма та пĕлместĕн. Пасарти пек сĕрлетĕн. Ман патра милици çынни ларать. Кулагин.
— Пĕлетпĕр, магазина пĕр-пĕр хӳхĕм тавар килсен, вăл та вĕçтерсе çитет. Вăл та паян арăмĕ валли вĕр-çĕнĕ кĕрĕк çаклатрĕ.
— Мĕн панккаса тăран? Тасал тенĕ сана.
— Атă... пĕр мăшăр атă...
— Ме, тыт, чĕмере. Анчах асăрхануллă пул. Çын умĕнче ан лăпăртат.
Шалт хупăнчĕ алăк. Пусма картлашкисемпе лутака та тĕреклĕ арçын сиккелесе анчĕ. Энĕ йăмра хыçне пытанса тăтăм. Çакскер калинккерен тухрĕ те, тăп-тап пускаласа, шăхăркаласа, анаталла вăшкăртрĕ.
Кулагинпа курнăçас темерĕм вара. Çаврăнтăм та каялла утрăм.
Следователь ытларах пӳлĕмре ларать. Тăтăшах унăн допрос тумалла, постановлени çырмалла... Çынсем хушшинче пулма, вĕсемпе тĕл пулса калаçма вăхăт та сахалрах унăн. Тухкаласа çӳресен, следствие кирлĕ хыпар та тупатăн ав. Канашлура пултăм та акă — мĕн кăна илтмерĕм, Ритăпа калаçрăм та — мĕн кăна пĕлмерĕм! Вăхăт хĕсĕкрех пулсан та, тухса çӳреме, халăх хушшинче пулма тăрăшмалла.
Канашлу вĕçленнĕренпе чылай вăхăт иртрĕ пулин те, совхоз директорĕн пӳлĕмĕнче çутă пур-ха. Эпĕ кантура кĕтĕм.
— Лисук кинемей килте çук-им? — аптăраса ӳкрĕ директор.
Эп ăна магазин заведующийĕн картишĕнче мĕн пулса иртни çинчен каласа кăтартрăм.
— Пытармастăп, унашкалли пулкалать Лидия Гурьевнăн, ― тĕлĕнмерĕ те совхоз директорĕ. ― Хӳхĕм пальто килет-и унта е костюм — нихçан та сентре çине кăлармасть. Хак хăпартса сутать теççĕ тата. Леш эрнере магазина ют çĕршыв аттисем илсе килчĕç. Пĕрне те кăтартмарĕ, йăлтах хыçалти алăкпа валеçрĕ. Ĕçрен кăлармалла та — райпо председателĕ хӳтĕлет. Кулагин та ăна майлă. Ял Совет сессийĕнче Кулагин ак епле çатлаттарса хучĕ: «Суту-илӳ йĕркине пăснă фактсем çук. Айăплама пултараймастпăр. Тытман вăрă — вăрă мар». Халăх контроль членĕсене тĕрĕслеттересшĕн-ха тепре. Кулагинпа ĕç тухмасть... Ну, юрĕ. Ыран калаçăпăр. Канма та вăхăт.
Кантуртан пĕрле тухрăмăр. Директор мана Лисук кинемей патне ăсатса ячĕ.
Инçетре мар, совхоз кантурĕпе тĕлме-тĕлех, пурăнать Лисук кинемей. Ура сассине илтрĕ-тĕр — пӳртре çутă çутăлчĕ. Кил хуçи те çенĕке кăштăртатса тухрĕ.
— Халĕ те çывăрмастăр-и, Лисук кинемей? — ыйтрĕ совхоз директорĕ, пӳлĕме кĕрсен.
— Хăна килет терĕç те... кĕтсе ларатăп.
— Вăл çитрĕ ак, ― ман еннелле пуçне сĕлтрĕ директор. ― Юрий Иванович, прокуратура следователĕ. Самаях пурăнасшăн кунта. Хирĕçлеместĕн-и?
— Пӳрт аслă. Такам валли те вырăн пур, ― иксĕмĕре те иртме чĕнчĕ кинемей. ― Иван Иванович, комбикорм пĕтрĕ. Складра çук-ши?
— Комбикорм çук. Ыранах ырашпа сĕлĕ килсе паратпăр.
— Вăл та юрать. Юман йĕкелĕ пур-ха. Ырашпа пĕçерсе-хутăштарса паратăп та... Вĕлтрен, кăшкарути пуçтаратăп... Унашкал апата юратаççĕ сыснасем. Ним хăварми çисе яраççĕ.
Калаçуран акă мĕн пĕлтĕм: çулленех Лисук кинемей совхоза икĕ сысна самăртса парать. Ĕçшĕн тӳленĕ укçана мир фондне хывать.
Совхоз директорĕ кайсан, кил хуçи ман валли вырăн хатĕрлерĕ те хыçалти пӳлĕме тухрĕ. Эпĕ çывăрма выртрăм.
4
Радиоприемник çатăртаткаласа илчĕ те калаçма пуçларĕ:
— Ырă кун пултăр, ял ĕçченĕсем!..
Тӳрех палларăм: совхоз директорĕн сасси. Наряд парать. Ĕç пайтах иккен хуçалăхра: ыраш пиçсе çитнĕ ― ăна вырмалла, пăрçа çулмалла, утă капана хывмалла, сенаж хатĕрлемелле... Кам ăçта ĕçлемеллине, хăш машина ăçта пулмаллине, патшалăха миçе тонна ыраш ăсатмаллине — йăлтах пĕлтерчĕ директор. Ăнланмалла, чăн-чăн хуçа пек калаçрĕ.
Радио шăпланчĕ.
Вырăн çинчен тăрса, кил хушшине тухрăм.
Çанталăк уяр. Тӳпе янкăр тăрă. Ватă йăмра тураттисем хушшипе хĕвел пайăркисем ӳкнĕ. Лисук кинемей пуртă тытнă та вутă çурать. Кач та кач тутарать. Пĕрре аялалла пĕшкĕнет, тепре тӳрленсе тăрать. Çук, вут сыпписем пурпĕрех çурăласшăн мар. Эпĕ кинемей патне пытăм.
— Пар-ха пурттуна. Хул-çурăма хускатам кăштах, ― терĕм те ун аллинчи пуртта ярса тытрăм.
— Канлĕн çывăраймарăн эппин. Пилĕк сехетпех вăрантăн. Радио тăратрĕ пуль. Сӳнтерме маннă çĕркаç, ― тарланă çамкине саппун вĕçĕпе шăлса илчĕ Лисук кинемей. ― Ку вутта совхоз кӳрсе пачĕ. Виçĕмкун пăрçа çапрăмăр. Вăрах утсан, ура сыпписем ыратаççĕ те, кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче киле килмерĕм, йĕтем çинчех кантăм. Вĕри апата йĕтем çинех илсе пычĕç тата. Каçхине килтĕм те шалт тĕлĕнтĕм: пĕр машина вутта вакланă хунă. Макар тракторист тăрăшнă тет. Ывăлăмпа питĕ туслăччĕ хăй.
Тар тухичченех ĕçлерĕм, вут сыпписене шарт та шарт тутартăм. Пуленкесене кинемей сарай умне купаларĕ.
Эпĕ çăвăннă вăхăтра Лисук кинемей ирхи апат хатĕрлерĕ: сĕтел çине купăста яшки пырса лартрĕ, шăрттан касса хучĕ, чей вĕретрĕ.
Ватăлнă пулсан та, кил-çурта тирпейлĕ тытать вăл. Чӳрече кантăкĕсене тап-таса çуса тасатнă — тĕкĕр пек йăлтăртатаççĕ. Урай хăмисене халь тин савапа саваланă тейĕн — шап-шурă. Кĕнеке шкапĕ çийĕнче те, шифоньер хыçĕнче те — ниçта та тусан çук.
Стена çинчи сехет çиччĕ çапрĕ. Кĕçех ман ял Советĕнче пулмалла, уголовнăй розыск начальникĕпе курнăçмалла.
— Атя апатланар, ― терĕ вара Лисук кинемей, мана хыçалти пӳлĕме чĕнсе. ― Совхоз столовăйĕ вуникĕ сехетре тин уçăлать.
Хыçалти пӳлĕмре те хăтлă. Сехетпе юнашар икĕ портрет çакăнса тăрать. Пĕри — хĕрĕхелле çывхарнă капитан, тепри — вунтăххăр-çирĕмсенчи аслă сержант. Иккĕшĕ те тулли сăн-питлĕ, сарлака çамкаллă.
Эпĕ сăнӳкерчĕксемпе интересленнине Лисук кинемей те асăрхарĕ.
— Вĕсем мăшăрăмпа ывăлăм. Вăрçă вăхăтĕнче, госпитальтен тухсан, упăшка икĕ уйăх килте пурăнчĕ. Çавăн чух йывăрлантăм. Ывăлăма та кураймарĕ, апăрша. Ялтан тухса кайсан, тепĕр ултă уйăхран, çапăçу хирĕнче пуçне хунă. Пĕртен-пĕр шанчăкăм та ывăлăмччĕ. Сирĕн пекех тĕреклĕ ӳсрĕ, ĕçе юрататчĕ. Çара кайрĕ те — таврăнаймарĕ. Чикĕри вăрă-хураха тытнă чух вилнĕ. Тепĕр икĕ уйăхран çак медале ярса пачĕç, ― «Хастарлăхшăн» медаль кăларса кăтартрĕ Лисук кинемей, унтан сĕтел çине пĕр кăкшăм сăра кăларса лартрĕ.
— Хăнасем пур-и-мĕн? — ыйтрăм эпĕ.
— Эсир вара хăна мар-им? Вут çурса патăр тата. Уйкасра йăли çапла: ĕçлесе паракана сăйламалла.
— Ĕçместĕп, Лисук кинемей. Уйран пулсан, уйран кăларса пар.
Часах вăл уйран ăсса кĕчĕ, хуппине шуратса пĕçернĕ çĕрулми лартрĕ.
Эх, еплерех кăмăлласа çирĕм вара уйранпа çĕрулмине! Шăрттанран та паха апат ку маншăн.
Кил хуçине тав турăм та ял Советне тухса утрăм.
Уголовнăй розыск начальникĕ çитме те ĕлкĕрнĕ-мĕн, ― пĕчченех хаçат вуласа ларать. Мана курсан, тӳрленсе тăрсах сывлăх сунчĕ.
— Телейлĕ эпĕ. Шутсăр телейлĕ. Ывăлăм пит маттур çуралнă. Арăм та йăл-йăл кăна кулкалать. Пĕр сăмахпа, савăнăç!
Ял Советне милици лейтенанчĕ йăраланса çитрĕ. Кĕпи-тумтирĕ лӳчĕркенчĕк хăйĕн. Питçăмартисем кĕрхи палан пек хĕрлĕ. Эпĕ тимлесе пăхнине сиссе, уçă кантăк умнерех пырса вырнаçрĕ вăл.
— Паллашăр: прокуратура следователĕ, Назаров Юрий Иванович, ― пуçне сĕлтрĕ милици капитанĕ ман еннелле.
— Кулагин, ― терĕ лейтенант. ― Уйкасра пурте йĕркеллĕ: шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ, çанă тавăрса ĕçлеççĕ.
— Йĕркеллех мар çав, ирсĕр ĕçсем тăваççĕ, ― килĕшмерĕ унпа капитан.
— Ухватов-и? Емĕрте пĕрре пулакан япала ку. Ăна та ирĕкре нумай çӳреттермерĕмĕр, тепĕр куннех ярса тытрăмăр, вăл айăплине ĕнентерсе-çирĕплетсе патăмăр. Ĕçсем витерӳллĕ пулса тухрĕç.
— Ухватов кăна мар-ха, ытти япăх хыпарсем те пур, ― калаçăва хутшăнтăм эпĕ. Ĕнерхи канашлура уйкассем епле ӳпкелешнине йĕркипе каласа патăм. Кулагин мана пӳлмерĕ, тимлĕн тăнласа ларчĕ, унтан, ура çине тăрса, хăлха таран хĕремесленсе, канашлура калаçнă çынсене хăртма тытăнчĕ:
— Пустуй лăпăртатаççĕ вĕсем. Пустуй шуйханаççĕ. Кушак çухалсан та, ман пата пыраççĕ, упăшки ыталама пăрахсан та, мана ыйхăран вăратаççĕ. Хăйсем сапаланчăк вĕсем. Хăйсем йăкăртаççĕ. Столовăя çаратрĕç ак. Шăршă-маршă ан пултăр тесе, урайне махорка сапса хăварнă. Аякран килнĕ вăрă пулсан, ăна-кăна тиркемест — йăлт çапса-çĕмĕрсе пĕтерет. Кунта вара кантăкне те асăрханса, резина перчетке тăхăнса кăларнă, тăпрас çине майлаштарса тăратнă. Ют çын пулсан, кантăка аяккалла вăркăнтарать, махорка та сапса чăрманмасть. Уйкас столовăйĕнче ĕçлекенсем чее вĕсем: милици уйрăмĕнче йĕрлекен йытă пуррине пĕлеççĕ. Хăйсем, йăлтах хăйсем айăплă!
— Апла-тăк, ма уголовнăй ĕç пуçармарăн? Ма пире пĕлтермерĕн? — пӳлчĕ ăна милици капитанĕ.
— Тăкакне саплаттарнă — ĕçĕ те пĕтнĕ. Пĕлтерсен, журнал çине çырса хуратăр, пухнă материалсене тĕрĕслетĕр. «Участокра йĕркене пăсакансем йышланчĕç», ― тесе хăтăратăр. Капла ак кашкăрĕ те тутă, сурăхĕсем те тĕрĕс-тĕкел.
Кулагин татах пакăлтататчĕ пуль — пӳлсе лартрăм, канашлура çырса илнĕ фактсене тĕрĕслеме хушрăм. Турткаланса тăмарĕ вăл, папкине хул хушшине хĕстерсе, ял Советĕнчен тухса утрĕ. Эпир, Аброськинпа иксĕмĕр, инкек пулнă вырăна тепĕр хут тишкерме сăмах татрăмăр, Ухватов ĕçĕпе мĕн-мĕн тумаллине палăртрăмăр.
...Виçĕ хутлă шурă çурт аякранах курăнса ларать. «П» саспалли евĕр вăл. Шкулăн мал енĕпе анлă çул иртет, хыçал енĕпе — сад. Оля вожатăй сылтăм енче, пĕрремĕш хутра, хуралçă пӳлĕмĕнче кĕнеке вуласа ларнă. Пӳлĕм умĕнче акаци. Тĕмĕсем самай çĕкленнĕ, метр çурăран иртнĕ, туратланса-сарăлса кайнă. Кантăк умĕнче халĕ те ура йерĕсем пур.
Шкула сулахай енчен кĕнĕ. Стена çурăкĕсене тикĕслеме коридора хăйăрпа цемент ещĕкĕсем кĕртсе лартнă пулнă. Чӳречерен кĕрсенех, лешĕ хăйăр ещĕкĕ çине лекнĕ, йĕр хăварнă. Кухньăра та пулнă вăл. Хутаççа апат-çимĕç тултарнă. Çар пӳлĕмĕнче, çăра юраттарса, сейфа уçма хăтланнă, пуртăпа хирсе, алăка шăйăрнă. Кухньăпа çарĕç пӳлĕмĕ Оля ларнă пӳлĕм çывăхĕнче мар, стадион енче. Мĕшпĕн хутаççа ăпат-çимĕç тултарнă Вадим? Паллă мар. Тата Ольăна вĕлерме шут тытнă çын çарĕç пӳлĕмне кĕрсе çӳрес çук. Урамранах, тĕмĕсем хушшинчен, пемелле. Унтан тарма та меллĕ: картишĕнчен тухсан çырма пуçланать.
Ольăна коридорта пенĕ. Хăй вара кĕнĕ чӳречерен мар, пенĕ вырăнтан кантăк çĕмĕрсе тухса тарнă, апат-çимĕç тултарнă хутаçне пăрахса хăварнă, çарĕç пӳлĕмĕнчен «Комета» магнитофонпа çĕрле сăнамалли труба илсе кайнă. Ăçта вĕсем халь?
Оля аллинчи сехет çапăнса çĕмĕрĕлнĕ, çур çĕр çитесси вунă минут юлсан чарăннă. Пӳлĕмре пĕр юн тумламĕ те çук. Коридорта вара кӳлленсех ларнă, стена çине те сирпĕннĕ. Пӳлĕмрен вăл сасă илтĕнсенех тухнă-тăр, Суранлансан, ура çине тăма хăтланнă, хуралçă пӳлĕмĕ еннелле туртăннă...
Çав каç вожатăй ларнă пӳлĕм умĕнче Макар тракторист çӳренĕ. Миçе сехетре пынă вăл унта? Мĕн хушă калаçтарса тăнă ăна? Çарĕç пӳлĕмĕнче сасă пулнине илтнĕ-и вăл?
Ăмăрту хыççăн Ухватов ăçта пулнă? Çын йĕп мар, кам та пулин курнах ĕнтĕ ăна. Ăçта та пулин курнă.
Шкултан эпир, шухăша кайса, пĕр сăмах чĕнмесĕр тухрăмăр. Пĕр сăмах чĕнмесĕр уйрăлтăмăр. Еç пайтах пирĕн. Манăн та, Аброськинăн та...
5
Ыйту хыççăн ыйту. Çапла, Ухватов айăпа йышăннă. Анчах та çакă пăшалпа перекенĕ шăлах вăл пулнă тесе калама çителĕклĕ-и-ха? Пачах та çителĕклĕ мар. Ухватов айăплине ытти материалсемпе çирĕплетсе памалла. Вăл тăхăннă пушмака, вăл пенĕ пăшала тупмалла.
Урамра сасартăк юрă янăраса кайрĕ:
Юрламасăр халь ман
Мĕнле чăттăр чун...
Ĕмĕтленнĕ ĕмĕт
Çитсе пынă чух!..
Вартах каялла çаврăнса пăхрăм: тусан мăкăрлантарса, ялалла машина ĕрĕхтерет. Хирте ĕçлекенсем кăнтăрлахи апата таврăнаççĕ.
Машина хапхаран кĕчĕ те ман ума çитсе чарăнчĕ. Ун çинче ларакансем ахăлтатса кулаççĕ, шӳтлеççĕ, çĕре сике-сике анаççĕ.
Çырă çӳçлĕ хĕрарăм, кĕрен тутăр çыхнăскер, машина çинчен анчĕ те тӳрех ман пата пычĕ. Хаваслă хăй. Чакăр куçĕ çăлтăр евĕр йăлтăрать.
— Сывă-и, следователь юлташ?
Клубра ыйту паракансенчен пĕри — Маруç иккен.
— Вăхăт та кăрт пуль, ытти ĕçсем те нумай пуль, çапах чăрмантаратăп сана, следователь юлташ. Пулăшу ыйтатăп, ― терĕ вăл, сассине çемçетсе. ― Мунчана пырса хăратнă çынна шыратăп эпĕ. Тупсан, арăмĕ умĕнче хăтесе хăтăратăп, каччă пулсан, хĕрсем умĕнче намăслантаратăп, Ман патра çав йăптăхăн хăшпĕр япалисем пур. Пырса пăхмăр-ши?
Укĕтлеттермерĕм, Маруçпа пĕрле ун килнелле утрăм.
Инçетрех мар ларакан шурă кирпĕч çуртра пурăнать-мĕн Маруç. Мана вăл тӳрех анкартине илсе тухрĕ. Сарай хыçĕнче улмуççисем ӳсеççĕ. Вĕçем хушшинче — вĕлле хурчĕсем.
Карта кĕтессинче шурă мунча ларать. Тăпăл-тăпăл вăл, умĕ те типтерлĕ, икĕ енĕпе — тенкелсем. Шăпах çакăнта, сарлака тенкел çинче, тĕлĕрсе выртнă Маруç. Ыйхăран такам пилĕкрен пăчăртанине сиссе вăраннă. Пуçтаха çӳçрен ярса тытнă та пур вăйран тăпăлтарнă. Пуç тӳпинчен пĕр ывăç çӳç кăкланса тухмасăр та алăран вĕçертмен. Çав çӳç лăскине ывăтман Маруç, кĕленче савăтрах упрать.
Ыйхи вĕçнĕ Маруç шуçăм киличченех вĕчĕрхенсе выртнă. Ара, кам тăрлавсăрĕ-ши ку? Хăй ăссĕн килнĕ-ши е Маруç упăшки хĕтĕртнипе пуçтахланнă?
Хутран-ситрен Маруç мунчара çывăрнине упăшки кăна пĕлнĕ. Анчах упăшки ялта мар, уйрăлнăранпах Çĕпĕрте пурăнать.
Ирхине Маруç тенкел хыçĕнчен кăшăлсăр карттус туртса кăларнă, çĕрулми кассисем хушшинче ура йĕрĕсем асăрханă. Кăшăлсăр карттуса, хаçатпа чĕркесе, пăтавккана пытарнă. Ура йĕрĕсене те упрать Маруç — йĕрĕн икĕ енĕпе кирпĕч хунă та хăма татăкĕпе витнĕ, йăмра тураттисем купаланă.
Карттусĕ пĕтĕмпех лӳчĕркенсе пĕтнĕ, вараланчăк. Хĕррисем хуралса-хытса ларнă, ― хĕвел çутинче тин çеç кремпа тасатнă хром атă евĕр йăлтăртатаççĕ. Унтан тар шăрши перет тата. Тракторист пулсан, карттусĕ бензинпа е автол-мазутпа вараланмалла пек. Кун апла-капла йĕр çук. Хуралçă пек те туйăнмасть хуçи. Хуралçă васкамасть, карттусĕ тарпа шĕвес çук.
— Ферма таврашĕнче ĕçлекен мар-ши тесе, фермăсене те çитсе пăхрăм. Кăлăхах. Уйкасра та, кӳршĕ фермăсенче те карттус тăхăнса çӳрекен çук. Утă-ӳлăм турттаракансем те аллăран иртне çынсем, çемьĕллĕскерсем. Вĕсем тăлăх арăмсем патне хурахла çӳрес çук, ― терĕ Маруç, карттуса хаçатпа чĕркесе.
Мана касă хушшинчи пушмак йĕрĕсем кăсăклантарчĕç. Хĕрĕх иккĕмĕш виçе. Карчĕсем те палăраççĕ. Шкулта ӳкернĕ йĕрсемпе танлаштарса пăхрăм та — ай туру! ― иккĕшĕ те пĕрешкел. Пушмак тĕпĕсем те, кĕллисем те. Тĕлĕнмелли тата акă мĕн: шкулти йĕр уйăх каялла юлнăскер, касă хушшинчи — икĕ эрне каялла.
Пушмак хуçи паллă — Ухватов. Шкулта вăл пулнă тейĕпĕр. Анчах мĕнле майпа вăл хальтерех Маруç мунчине çакланнă? Хăйне уйăх каяллах хупса лартнă-иç?
Тен, шкултан тухсан, Ухватов пушмакĕсене хывса пăрахнă, кирза атă тăхăннă. Тен, Ухватова, хăтарас, следствие пăтраштарас тесе, такамсем çапла хăтланаççĕ.
— Нумай пулмасть Яхван пичче пахчинче те такам алхаснă, ― терĕ Маруç, эпĕ шухăша кайнине сиссе. ― Тен, унăн та çакнашкал йĕрсем пур?
Яхван пичче ăçта пурăннине те кăтартрĕ Маруç. Телее, вăл килтех. Кăнтăрлахи апата таврăннă та пахчара аппаланать. Мана курсан, вараланнă аллине татăкпа шăлса тасатрĕ.
— Туятăп, ĕнер каланă хыпар пирки çӳретĕр, ― кĕлет умĕнчи сак çине ларма сĕнчĕ мана Яхван пичче. ― Чăтаймарăм, ара. Ыттисем те евитлеççĕ те, эпĕ те калаçас терĕм. Тарăхрăм-çке-ха. Ытла алхасма тытăнчеç — йытта вĕлерсе хăварчĕç. Ывăлăм тăрăшса ӳстерчĕ, пограничниксене пама хатĕрленетчĕ. Канма лагере кайрĕ те, йытта ав...
Яхван пичче пахча алăкне хупрĕ, пуш витрисене кĕлет кĕтессине лартрĕ, унтан калаçăва малалла тăсрĕ:
— Ыйхăран йытă вĕрнипе вăрантăм. Нумай та вăхăт иртмерĕ — пăшал сасси илтĕнчĕ. Унтан татах кĕреслетрĕ. Эпĕ анкартине чупса тухрăм. Йытă тапкаланать кăна, нăйкăшать... Кам алхаснă — пĕлеймерĕм.
Этем кайăк мар, çĕр çинче утса çӳрет, хай хыççăн йĕр хăварать. Çак путсĕрĕн те пахчара йĕрĕ юлнах ĕнтĕ.
— Яхван пичче, тепĕр кунне, пахчана тухсан, пахча çывăхĕнче ют йĕр пуррине асăрхамарăр-и? — ыйтрăм эпĕ, кил хуçине куçран тинкерсе.
— Ах, ăна-кăна чухламан çав эпĕ, ― хыпăнса ӳкрĕ Яхван пичче. ― Йытта ак çакăнтан, тĕмĕ хушшинчен, пенĕ. Унтан икĕ патрон тупрăм. Йĕрсем шырас-тĕпчес шухăш пуçра та пулман ман.
Яхван пичче пăртак шухăша кайса тăчĕ те, хăмла çырли тĕмĕсем патне пырса, çапă купине сапалама тытăнчĕ.
— Тепĕр кунне арăм, хăрнă туратсене касса, йăлтах çакăнта купаларĕ. Тен, çапă айĕнче юлман-и мĕнле те пулин йер?
Эпĕ те çапă айĕнче йĕр упранасса кĕтрĕм. Шанăç пурнăçланмарĕ — çапă айĕнче нимĕнле йĕр те курăнмарĕ. Эпĕ вара, туратсене сирсе, тĕмĕсем хушшине тинкертĕм. Унта хупах ӳсет. Унăн çулçисем карттус пысăкăш сарăлса кайнă. Çавсене уçса пăхрăм та — ай-яй! — хупах айĕнче палланă йĕрсем яртах палăрса выртаççĕ. Ухватов пушмак йĕрĕсем! Шкула хăварнă йĕр те, Маруç анкартинчи те, хупах айĕнчи те — пурте пĕр евĕрлĕ. Апла унта та, кунта та пĕр çын çӳренĕ. Кĕске ураллă çын. Анчах Ухватов мар ку. Ухватов вăрăм ураллă.
Ăçта хывса пенĕ пушмакĕсене Ухватов? Кам тупса тăхăннă ăна?
— Çакăн пек йĕрсене ĕнер Киремет çырминче, пĕве хĕрринче, куртăм. Путсĕрĕ çак тăрăхрах çӳрет пулмалла. Мана çеç мар, ыттисене те шар кăтартма пултарать. Çакă та Киремет çырминче выртатчĕ, ― терĕ Яхван пичче, пĕчĕк калибрлă винтовка чĕнне кăтартса.
Йытă чĕрине лекнĕ пульăна та, тĕмĕ хушшинчен тупнă икĕ патрона та усрать Яхван пичче.
— Тепĕр пули кĕлет кĕтессине пырса тăрăннă, ― терĕ вăл, пуш патронсене татăкпа сăтăркаласа.
Чăнах та, пĕрене пуçĕнче пуля шăтарса кĕнĕ вырăн пур. Пули те кăшт курăнать.
Яхван пичче каланă Киремет çырми шухăша ячĕ мана. Унти йĕрсене те тĕпчемелле.
Яхван пичче мана калинккерен тухичченех ăсатса ячĕ, Киремет çырмине хăш çулпа каймаллине ăнлантарчĕ.
6
Киремет çырмине çитме вар урлă каçмалла та, сад витĕр тухса, ансăр сукмакла утмалла.
Эпĕ те кĕске çула кăмăлларăм: тăвайккинчен хăпарса, сада кĕтĕм.
Тавралăх шăпăрт. Садра йывăçсем пĕр хуçкалмасăр лараççĕ. Улмуççи тураттисем усăннă. Улмисем те йышлă. Хурлăхан та пиçсе çитнĕ. Чие те... Çапах садра йывăр шăршă, ăша пăтрантаракан шăршă тăрать. Мĕн амакĕ ку? Куçа мĕн йĕплет? Питçăмарти тăрăх куççулĕ йăпăртатса анчĕ. Аш пăтранма, пуç кашлама пуçларĕ. Усĕрме тытăнтăм.
Тĕмĕ хыçĕнчен такам апчхулатни илтĕнчĕ те эпĕ унталла пăрăнтăм. Çĕркаç паллашнă Рита лара парать иккен. Сак çине чавсаланнă та пĕтĕм çанçурăмĕпе чĕтренсе йĕрет.
— Хитре хĕрсем те макăрма пĕлеççĕ-и? — хулпуççинчен сĕртĕнсе илтĕм ăна.
Рита тӳрленсе ларчĕ, йĕпеннĕ куçĕсене тутăр вĕçĕпе типĕтрĕ.
— Епле макăрмастăн? Тăрăшрăмăр-тăрăшрăмăр та ― пĕтĕм ĕç харама кайрĕ ав. Пĕтĕм сад пĕтрĕ.
Йĕркеллĕн нимĕн те ăнланаймастăп-ха.
— Диверси вĕт-ха ку. Чăн-чăн диверси! — ура çине тăчĕ Рита. ― Савăтсенчен утмăл тонна аммиак шывĕ юхтарса кăларнă.
Тĕрĕсех ӳпкелешет иккен — тĕмĕсем хушшинче шыв кӳлленсе тăрать. Хăмла çырлисем хушшинче те... Ятарласа шăварнă тейĕн. Хĕвел питтинче шыв сăрхăнма та ĕлкĕрнĕ, тăпра хытса ларнă, çуркаланнă. Аммиак шывĕ çырманалла та самаях юхнă.
— Йывăçсем хăраççĕ ав. Пĕвери пулăсем пĕтеççĕ, ― кăмăлсăрланса калаçрĕ Рита.
Тинех ăнкартăм: ман куçсене те аммиак шĕвекĕ шывлантарать иккен. Ăша йĕклентерет, чыхăнтарать кăна.
Текех садра тăмарăм — уялла утрăм. Рита та манран юлмарĕ.
Йăрăс пӳллĕ вăл. Кĕре сăнпитлĕ. Шывланнăран-ши, кăн-кăвак куçĕ кантăк пек çуттăн курăнать. Тикĕссĕн пусса, çăмăллăн утать. Уçă саслăскер, вĕçĕмсĕр калаçать.
— Тырпул тетпĕр. Апат-çимĕç тетпĕр. Тырпул туса илме те çăмăл мар. Акатпăр та, ыраш шăркана ларсан, пăр çапса каять, хурт-кăпшанкă тапăнать. Тырпула сăтăр тăвакансем те нумай. Кĕрешмесен, тырпула вĕсем йăлт пĕтерме пултараççĕ.
Рита, утма чарăнса, тăпра муклашки илсе пăхрĕ, касă тарăнăшне виçрĕ, сапаланнă çӳçĕсене майлаштарчĕ те телефон юпи çывăхне юлнă çĕр лаптăкне утăмпа виçрĕ. Лаптăкăн икĕ вĕçĕ те савăл пек шĕвĕркке. Телефон юпин икĕ енĕпе те вунултшар утăм сухаламасăр хăварнă. Пĕрре те килĕшмест ку Ритăна. Анчах сухаçăсем пирки пĕр сăмах та шарламарĕ, мана хăваласа çитрĕ те каллех шăкăлтатма пуçларĕ.
Манăн хăвăртрах Киремет çырмине çитес кăмăл-ха. Çепĕç чĕлхеллĕ Ритăран та уйрăлса кайма аван мар. Пӳлместĕп ун калаçăвне. Юмахласа, уй-хир тăрăх утса, тăвăннă ăшчиккине лăплантартăр-и, ара.
— Аммиак шывĕпе çыхăннă ĕçсене эпир йăлтах механизациленĕ. Мĕншĕн тесен хăрушлăхĕ пысăк унăн. Çĕркаç, ав, ăна утмăл тонна юхтарса кăларнă. Хăрушă ку. Çав тери хăрушă! Япала вăрланинчен те, çынна кӳрентернинчен те хăрушă. Аммиак пăсĕ йăлтах сывлăша саланнă, сывлăш вараланнă. Пĕлтĕр фермăран виçĕ сурăх çухалчĕ те, яла виçĕ милици çынни килчĕ. Паян ак пĕри те çук. Шăнкăравларăм вĕт-ха. Кулагин та килсе пăхмарĕ. Уншăн явап тыттармаççĕ терĕ кăна.
Ура утсан, çул юлать, теççĕ. Халăх хушшине тухсан, темтепĕр илтетĕн. Эпĕ те ак Уйкаса килтĕм те мĕн кăна илтмерĕм, саккунта кăтартман самантсене тĕл пултăм. Çĕнĕлĕх ку маншăн. Уголовнăй кодексра сывлăша, шыв-шура варалакансене явап тыттармалли статья пур. Вăл статьяпа айăплас тесен, сывлăшпа шыв-шура сиенлекен мăшкăлтăк шывсемпе, производство каяшĕсемпе вараланине çирĕплетмелле. Аммиак шывĕ — усăллă япала. Ăна укçа тӳлесе илеççĕ. Ăна таса мар шывсен шутне те кĕртеймĕн. Производство каяшĕ те мар вăл. Апла çутçанталăка аммиак шывĕпе варалакана явап тыттармалла мар-и? Тыттармалла. Ăна та суд тенкелĕ çине лартмалла. Анчах асăннă статьяра «минераллă имçам» сăмахсем çук. Ку — саккунти çитменлĕх. Кăлтăк.
Эпир çул хĕррине икĕ цистерна вырнаçтарса лартнă тĕле çитрĕмĕр. Тимĕр цистерна та ĕмĕрлĕх мар. Тутăхать, шăтать, юрăхсăра тухать. Анчах темле сăнасан та, шăтнă вырăн курăнмарĕ. Аммиак шывне кран уçса юхтарнă.
— Ах, кам чăрсăрланчĕ-ши? — тарăхрĕ Рита. ― Кам алхасрĕ? Тен, мана кураймасăр çапла хăтланнă, э?
Эпĕ чĕнмерĕм. Тимлесех цистерна кĕтессине, кранне тĕрĕслерĕм.
Иккĕмĕш цистерна патĕнче ура йĕрĕсем курăнчĕç. Хăямат, каллех Ухватов тăхăннă пушмак йĕрĕсем! Вĕсенчен васкасах кӳмеркке ăсталарăм.
— Униççе кинемей! — кăшкăрчĕ Рита. ― Хурсене пĕвене ан кĕрт. Пĕвери шыв аммиак шывĕпе вараланнă. Хурсем минреме пултараççĕ.
Эпĕ те çырманалла тинкертĕм. Шап-шурă хурсем, пуçĕсене каçăртса, çунатланса-кикаклатса, пĕвенелле талпăнаççĕ. Кинемей, курпунне кăларса, хурсем хыççăн сĕнкĕлтетет.
Çавăнтах çырманалла ыткăнчĕ Рита. Эпĕ — ун хыççăн.
Униççе кинемее мар, пире те, Ритăпа иксĕмĕре, хурсем йăпăр-япăрах пăхăнмарĕç.
— Эп хевтесĕррине хурсем те сисеççĕ, шельмă. Туяпа юнасан та хăрамаççĕ, ― терĕ Униççе кинемей, пулăшнăшăн иксĕмĕре те тав туса.
Кĕçех Рита, пирĕнтен уйрăлса, комбайнсем патне васкарĕ.
— Следователĕн те уй тăрăх çӳремелле-и? ― тет Униççе кинемей. Эп камне Лисук кинемей каласа панă ĕнтĕ ăна. ― Пĕлтермелли пур. Те каласан лайăх, те каламасан... Хушша-хуппа кĕме хушмаççĕ те...
— Кала, кинемей, кала, ― тетĕп ăна, çывăха пырса. ― Ватă çын сăмахĕ харам çĕрте выртмасть.
— Тĕрĕсси вилĕмрен хăтарать, теççĕ. Тен, эпĕ калани те вырăнлă пулĕ. Çын çăварĕнчен усалли те тухать, ырри те.... Вадим пирки тĕрлĕрен халаплаççĕ. Çапах та Вадима пустуй кайса лартрĕç. Айăплă мар вăл. Вушатăя пенĕ каç ачи çĕрĕпех мунчара пулнă.
«Мунчара? Кам мунчинче? Ăçтан пĕлет-ха тата ун çинчен Униççе кинемей?»
Кинемей эпĕ ыйту парасса кĕтмерĕ, малалла каларĕ:
— Хам куçпа куртăм. Çавăнпа ĕнентерсех калатăп: Вадим мар, урăххи пенĕ хĕре. Хам çав кун кăштах хавшарăм. Хур чĕпписем хыççăн мăнукăм çӳрерĕ. Каçхине пăхатăп — икĕ чĕпĕ çук. Çырмана татăлса юлман-и тесе шырама тухрăм. Кӳршĕсем каланă тăрăх, хур чĕпписем урине ыраттарнă-мĕн те кинĕм иккĕшне те асăрханса йăтса кайнă. Эпĕ вара лĕпĕстетсе çӳремерĕм, каялла таврăнтăм. Çырмаран хăпарсан, Гальăсен анкартине кĕтĕм. Çул кĕске унтан. Галя — Вадим варлийĕ. Пĕр-пĕрне юратаççĕ вĕсем. Авланнă пулсан та, Вадим ăна пăрахмасть. Хурăн варĕнче е Гальăсен мунчинче кӳрнăçаççĕ вĕсем. Хам та пĕрре мар курнă. ― Униççе кинемей хĕвеле май çаврăнса ларчĕ, тутăрне юсаса çыхрĕ. ― Карта хĕррипе кăштăртатса пыратăп хайхискер. Сасартăк мунчаран палламан çын ĕрĕхтерсе тухрĕ. Мана асăрхарĕ те, питне хупласа, çырманалла талпăнчĕ. Хăрах аллине сăран сумка тытнă, тепринче — темĕнле патак. Кисĕп те мар вăл, кĕреçе те мар. Пĕр вĕçĕ çинçе, тепĕр вĕçĕ — лаптăк. Чĕре сӳлетсе илчĕ. Ырă çынах пулас çук ку терĕм те мунчана кĕрсе пăхма шутларăм. Алăка уçрăм та лайăхмарланса кайрăм — мунчара Вадимпа Галя лараççĕ. Курнă куçа курми туса, каялла таптартăм.
Униççе кинемей калаçма чарăнчĕ, хутаçран кĕленче кăларса, шыв ĕçрĕ. Эпĕ вăл малалла мĕн каласса кĕтрĕм.
— Эх, ывăлăм, тăруках мĕн пулса тухасса пĕлме çук çав, ― терĕ кинемей кăштах чĕнмесĕр тăнă хыççăн. ― Мунчаран палламан çын тухнине никама та шарламарăм. Тăруках ăна-кăна чухлаймастăн çав. Кам пĕлет, тен, Вадим тусĕ-юсĕ вăл. Ырă шухăшлă маррине кайрав тин пĕлтĕм. Тепĕр кунне кăвак шуçăмлах Галя ман пата ыткăнса çитрĕ. «Кинемей, ма Вадимăн пушмакĕсене пытарса хутăн? — тет. ― Винтовкине те тĕкĕнмелле марччĕ», ― тет. Эпĕ шалт тĕлĕнтĕм. Пĕр япала та тĕкĕнмен эп мунчара. Апла-капла хăтланас шухăш пулман мăнăн. Нихçан та япала хĕстерсе çылăха кĕмен. Галя пурпĕрех ĕненмерĕ. «Вадим арăмне, Иннăна, кайса кăтартасшăн-и? Йĕкĕлтесшĕн-и? Ун арăмне манпа хирĕçтересшĕн-и? Кайса кăтарт! Йĕкĕлте! Хăрамастăп! Вăтанмастăп та! Вадим манпа пурăннине Инна хăй те пĕлет», ― терĕ те алăка пур вăйран хупса-шатлаттарса кайрĕ. ― Униççе кинемей, малалла пĕкĕрĕлсе, ура çине тăчĕ, туйи çине таянчĕ. ― Çынни ырă кăмăллă, йăваш терĕ те Лисук кин сан çинчен, çавăнпа вăтанса-туса тăмарăм, йăлт каласа патăм сана. Тата акă мĕн. Куратăн-и, ав, ― вар вĕçĕ еннелле кăтартрĕ Униççе кинемей, ― тăр-кăнтăрлах çавăнта пăшалпа кĕрĕслеттереççĕ. Утса çӳрекен курăнмасть — пăнн! тунă сасă илтĕнет. Виçĕмкун, хĕвел ансан, чăнах та, пĕр çынна асăрхарăм — улăм ăшĕнчен велосипед туртса кăларчĕ.
— Галя хăш урамра пурăнать? — кинемее пӳлтĕм эп.
— Çĕнкасран вăл, анчах килте мар халь. Çуллахи лагерьте. Урпаш вăрманĕнче пăрусем пăхать. Унпа курса калаçас тетĕн-и? Калаç çав, калаç, ― ман шухăша пĕлнĕ пекех пулчĕ Униççе кинемей.
Киремет çырмине кайран та çитсе курма пулĕ. Халь хăвăртрах Гальăпа курнăçмалла. Урпаш вăрманне ăçтан каймаллине ыйтса пĕлтĕм те, Униççе кинемейпе сывпуллашса, çуллахи лагере çул тытрăм.
7
Çуллахи лагерь пысăк уçланка вырнаçнă. Ĕнесемпе пăрусен сарайĕ кăна мар, пурăнмалли çуртсем те пур кунта. Столовăй та, вулав çурчĕ те... Леререх тата, авă...
Шурă халатлă дояркăсем общежити умне, йывăç сулхăнне, пуçтарăннă та хĕрсех хĕрарăма ятлаççĕ.
— Ĕç вăл — йăпанупа савăнăç кăна мар, тивĕç те! Çакна эс, Варвари, йăлтах маннă. Кашни кун ĕçе кая юлса çитетĕн, ĕнесене вăхăтра сумастăн. Ӳрĕк-сӳрĕк ĕçлетĕн тата.
— Сана мĕн, пуçлăх-им эсĕ? Манашкал хăлтăр-халтăр доярка кăна вĕт.
— Сана пула хăлтăр-халтăр пултăмăр. Пĕтĕм фермăна каялла туртатăн, пуринчен сахал ĕçлетĕн.
— Сахал ĕçлетĕп, ĕç укçи те сахал илетĕп. Эсĕ мар, эпĕ начар пурăнатăп. Хăп манран!
— Ха, епле çаптарать! Çакна ăнлан эс, Варвари: калча тикĕс шăтнă çĕрте çумкурăка йывăр килет. Малашне сана та çăмăл пулмĕ. Сана та канлĕхрен хускататпăр, хамăрпа тан ĕçлеттеретпĕр.
— Ай-яй, вунвиççĕн пĕр çынна пăсăрлантараççĕ, ― йывăç хыçĕнчен тайкаланса тухрĕ кăтра çӳçлĕ арçын.
— Кашкăр кашкăра аякранах паллать çав. Пракух та Варварие хӳтĕлет ав. Пракух та ĕçе вăхăтра çитмест. Хĕрĕнкĕ тата, ― илтĕнчĕ пĕрин сасси.
Тавлашу тата вăраха тăсăлатчĕ-и, тен, ― карта хĕрринче эпĕ тăнине асăрхарĕç.
— Чарăнăр-ха кăштах. Йăнлама тытăнатăр та кĕтӳри сурăхсенчен те ирттеретĕр, ― аллине сулса, ман еннелле çаврăнчĕ арçын.
Хĕрарăмсем шăпăртах пулчĕç. Эпĕ, дояркăсем патне пырса, сывлăх сунтăм. Пурин çине те сăнаса пăхрăм — клубра ыйту панă çынна, Гальăна, кураймарăм.
— Галя лагере çитеймерĕ-и-ха? — ыйтрăм хĕрарăмсенчен.
— Канмалли кун паян унăн. Хулана кайрĕ, ― пĕлтерчĕ арçын.
. Кăмăл пăсăлчĕ: кирлĕ çынна кураймарăм, ахаль лăпăстатса çӳрерĕм. Текех тытăнса тăрас килмерĕ манăн, çуллахи лагерьтен тухса, ялалла чавтартăм.
Мăн çул çине дояркăсем кăтартнă ансăр сукмакпа ухрăм. Умăмра, пĕр çирĕм-вăтăр утăмра, ялалла пĕр йăрăс пӳллĕ хĕрарăм утать. Эпĕ те кĕçех унпала танлашрăм, сывлăх сунтăм. Ман сасса илтсен, хĕрарăм вăрт çаврăнчĕ, чышкă чăмăрларĕ.
— Ма унашкалах хăрарăр? Шухăша кайнă вăхăт пулчĕ-и? — сасса çемçетсе, йăвашшăн ыйтрăм эпĕ.
Хĕрарăм чĕнмерĕ, ман çине сиввĕн шăтарасла пăхрĕ. Хăй сиксе чĕтрет. Такампа харкашнă-тăр. Çук, тавлашнă çеç мар, тытăçса та илнĕ пулас: платье çанни çĕвĕрен татăлса тухнă.
— Эпĕ те Уйкаса каятăп. Иккĕн çул кĕскелет, теççĕ. Çавăнпа хăваласа çитрĕм. Каçарăр, хăратма шутламанччĕ, ― терĕм эпĕ.
Çавăнтах вăл та мана палласа илчĕ, йĕркеллех калаçма пуçларĕ:
— Эсĕ мар-ха, лешĕ, вăрманта тĕл пулаканни, сехре хăпартрĕ, тăр-кăнтăрлах çаратрĕ. Ывăлăм валли туяннă кучченеçе те, сумкăри апат-çимĕçе те, кăкăр çыххине пытарнă укçана та — пĕтĕмпех туртса илчĕ, пĕр япала хăвармарĕ.
Уйкас çынни пулчĕ иккен ман çулташ. Пахчаçимĕç бригадинче ĕçлекенскер. Пасартан хăяр сутса таврăнать имĕш.
— Паллаймарăр-и çыннине? — ыйтрăм унран.
— Ятне пĕлеймерĕм çав. Хулана ир-ирех кайсаттăм та. Ыттисенчен йӳнĕрех ыйтрăм та наччасра сутса пĕтертĕм. Мĕн кирлине туянкаларăм та пыратăп çапла çулпала. Пракух хăртнинче тĕмĕ хушшинчен пăшаллă çын сиксе тухрĕ, велосипеда кап ярса тытрĕ. Те хăранипе, те велосипед тайăлнипе çĕре тĕшĕрĕлсе антăм. Йĕксĕк тӳрех пилĕкрен ярса тытрĕ те пăчăртама пуçларĕ... Ой, калама та аван мар... Аран-аран вĕçерĕнсе тартăм. Халиччен курман ăна эп. Типшĕм питлĕ, хĕсĕк куçлă. Янахĕ йăлтах шăртланса кайнă. Хĕрĕнкĕ хăй. Çăварĕнчен тĕтĕм шăрши перет.
— Пĕр-пĕр сĕтĕрĕнчĕк ĕнтĕ. Ĕçсĕр аптраса çӳрекенскер...
— Ку тăрăхра ĕçсĕр çӳрекен çук, ― шантарса каларĕ хĕрарăм. ― Ĕççи вăхатенче уй-хиртен кĕме пĕлместпĕр эпир. Мана тапăнакан аскăн-тĕскĕн пулас.
— Чим-ха, ― чарса тăратрăм эп ăна, ― аскăнскер-тĕк, мĕне кирлĕ ăна сумкăри апат-çимĕç. Çук, мăшкăлласси унăн иккĕмĕш вырăнта тăнă. Пĕрремĕшĕ — апат-çимĕç тупасси. Таркăн пуль вăл.
«Таркăн» сăмаха илтсен, хĕрарăм шухăша кайрĕ. Анчах тавлашмарĕ — арçын тапăннă вырăна кайса кăтартрĕ.
Пракух хăртни тесе вăрман варринчи уçланка калаççĕ. Уçланкă хĕрринче яштăк хурăнсем ӳсеççĕ, тепĕр енче çирĕклĕх пуçланать. Лакăм-тĕкĕмлĕ çул пĕкĕ пек авăнса иртет. Шăпах çакăнта, кукрашкаллă юман тĕлĕнче, ярса тытнă хĕрарăма таркăн.
Çул хĕрринче, нӳрĕк вырăнта, пушмак йĕрĕ пур. Сулахай ура йĕрĕ! Унăн тăршшĕ вăтăр сантиметр, сарлакăшĕ — пиллĕк çурă. Пушмак вĕçĕ пуклак, кĕлли — тайлăк.
Йĕре фотоаппаратпа ӳкернĕ вăхăтра пирĕн пата тата иккĕн пырса тăчĕç. Хĕрарăмпа арçын. Вĕсем те хуларан таврăнаççĕ. Çур сехет каялла кунта мĕн пулса иртни вĕсене те тĕлĕнтерсе ячĕ.
Тăрăшсах кӳмеркке майларăм. Мĕншĕн тесен ку йĕр те эпĕ палланăскер — Ухватов тăхăннă пушмак йĕрĕ!
Эпĕ мĕн ӳкернине, мĕн çырнине, мĕн ăсталанине пунеттейсем алă пусса çирĕплетрĕç.
Унтан тăватсăмăр та вар тăрăх антăмăр. Тăватсăмăр та пушмак йĕрĕсем шырарăмăр. Кăлăхах. Тек кунашкал йĕр тĕл пулмарĕ.
— Ку мĕне пĕлтерет тата? — тĕмĕ хушшинчен вĕр-çĕнĕ витре туртса кăларчĕ арçын.
— Ман витре вăл. Хăяр витри. Кучченеçсем те унтаччĕ. Шуйттан çынни пĕр япала та хăварман.
«Çак вăрмана паянах тĕплĕ тĕрĕслемелле. Таркăна ярса тытмалла», ― тесе шухăшларăм эпĕ ялалла утнă май.
Сасартăк мана ятран чĕнчĕç.
— Юра!.. Юрий Иванович!..
Вăрт каялла çаврăнса тăтăм.
Ай туру! Мĕне пĕлтерет ку? Ман хыçра Якур пичче таплаттарса пырать. Ăçтан сиксе тухрĕ вăл? Чим-ха, мана шыраса килмен-и? Ара, хам та ытла лӳппер. Çĕнĕ вырăна куçни çинчен аннене те çырса пĕлтермерĕм. Тен, анне янă ăна? Тен, пĕр-пĕр хыпар пур? Якур пичче вĕт хыпар-хăнар пĕлтерме юратать. Унта-кунта çӳреме вăхăт çителĕклĕ унăн — пĕр талăк хуралта ларать те виçĕ талăк канать.
— Яш çын вăр-вар çав. Тапăлтататăп-тапăлтататăп ― ниепле те хăваласа çитейместĕп. Ай, йăлт пăшăхрăм, ― тарланă çамкине ал тутрипе шăлса типĕтрĕ Якур пичче. ― Чĕмере, уйкассемпе хурăнташлă пулатăп тесе, тĕлĕкре те тĕлленмен эп. Ывăл çартан таврăнчĕ те хулана вырнаçрĕ. Хуларах авланчĕ. Ĕçĕ хулара пайтах вара. Хваттер тесен, ай-ай хĕсĕк. Ниçта та йăпăр-япăрах памаççĕ. Ялта кăна пурăнмалла. Хамăн та пӳрт вĕр-çĕнĕ, тăхлачă та пĕр-пĕччен асапланать. Унăн та çурт-йĕр начар мар. Çук, яхăнне те итлемест ывăл. Кин те ун юррине юрлать. Хула пурнăçĕпе танлаштарсан, самай йывăртарах ĕнтĕ ялта. Пĕр канăç та çук. Уй-хирте вăй хумалла, килти хуçалăха тытса пымалла. Вутти-шанки тата епле тарăхтарать. Йĕпе-сапара ниçта та тухса çӳреме çук. Çавăнпах та-и, тен, кин те хулари пурнăçа кăмăллать. Ывăл пĕр çĕрте выртса тăрать, кин — тепĕр общежитире. Ача та çуралчĕ халь. Пĕрле пурăнмалла ĕнтĕ — кĕтес çукки пĕтерет. Ывăл ĕçленĕ заводра çурт-йĕр кооперативĕ йĕркеленĕ. Çавăнта çырăннă вĕсем. Çак эрнерех укçа тӳлемелле тет — тăватă пин тенкĕ. Манран пулăшу ыйтрĕç — параймарăм. Мĕн укçи пултăр ĕнтĕ манăн, хуралçăн. Хам та аран-аран тытăнкаласа пурăнатăп. Юрать, тăхлачă пур. Çамрăк мăшăра вăл пулăшать. Вăл тата укçа-пухчана килте тытмасть, перекет кассинче упрать. Леш эрнере килсе кайрăмăр та илеймерĕмĕр — перекет кассинче пĕр пус та çук. Ку эрнинче шантарчĕç-ха. Эс мĕн... Уйкаса-и? Инна патне-и?
Сăрăлл туса кайрĕ çанçурăм. Кунта та Якур пичче Иннăна асăнать.
— Пĕр пăтăрмах сиксе тухнă-ха. Çав ыйтăва татса памалла, ― терĕм те Якур пиччерен уйрăлтăм.
8
Уйкаса шутсăр хыпаланса çитрĕм. Çынсем пухма шутланăччĕ те — пулмарĕ. Ялта пĕр çын та çук, пĕр сас-чĕв те илтĕнмест — лăпкă, шăпăрт.
Совхоз дирĕкторĕн пӳлĕмĕ хупă. Бухгалтери те, специалистсен пӳлĕмĕ те пушах. Пурте йĕтем çике тырă типĕтме кайнă иккен. Кантурта диспетчер кăна, вĕçĕ-хĕррисĕр раципе тем калаçать.
Эпĕ ыйтнипе вăл совхоз директорне хăвăрт шыраса тупрĕ. Лешĕ кунтан вунă çухрăмра, тырă вырнă çĕрте иккен. Ăнланчĕ вăл мана. Халăх пухса вăрманти таркăна шырас шухăша ырларĕ, анчах ĕç кунĕ вĕçленмесĕр çынсене ĕçрен уйăрма хушмарĕ.
Вăхăт шăвать, вунсаккăрмĕш сехет ĕнтĕ. Вунçиччĕре ман ял Советĕнче пулмаллаччĕ. Уголовнăй розыск начальникĕпе, Аброськинпа, курнăçмаллаччĕ, вăл çырнă протоколсене тишкермеллеччĕ, малалла мĕн тумаллине палăртмаллаччĕ.
Диспетчера тав турăм та ял Советне тухса утрăм.
Ял Советĕнче те шăпах. Кунта та дежурнăй кăна. Милици капитанĕ Аброськин кайнăранпа та кĕрсе тухман. Тен, хушнă ĕçе туса пĕтереймен вăл. Тен, кирлĕ свидетельсем вырăнта мар.
Ял Совет председателĕн пӳлĕмне кĕтĕм те сĕтел çине кӳмерккесем кăларса хутăм. Маруç анкартинче ăсталанине те, Яхван пичче патĕнче хатĕрленине те, аммиак савăчĕ патĕнче тунине те, Пракух хăртнинче янтăланине те... Вĕсене пурне те шкулта ӳкернисемпе танлаштарса пăхрăм. Иккĕленмелли çук — пурте пĕрешкел. Карчĕсем те, пушмак кĕлли те, пуçĕ те...
Униççе кинемей калани тата... Вăл та вырăнлă шухăш. Апла вожатăя суранлатнă каç Вадим мунчара ларнă, Гальăпа йăпаннă...
Çав вăхăтра мунчана тепĕр çын пынă. Вадим пушмакне, пĕчĕк калибрлă винтовкине, патронсем чикнĕ сумкине илсе тухса тарнă. Кайран вăл, çав пушмака тăхăнса, шкула кĕнĕ, Яхван пичче пахчинче çӳренĕ.
Апла Ольăна та çав путсĕр суранлатман-и? Курăнать, айванкка мар вăл. Ăна-кăна чухлать, йĕрне пытарма-пăтраштарма пĕлет.
Анчах кам вăл? Мĕнлескер? Хăш ял çынни? Халлĕхе паллă мар. Тĕпчемелле. Çав ирсĕре паян-ыранах ярса тытмалла, Ольăна мĕншĕн пенине, шкула мĕн çăмăлпа кĕнине пĕлмелле. Тавăрма шут тытнă-и вăл хĕре е...
Алăка тул енчен шаккарĕç.
— Кĕрĕр! — терĕм эпĕ, кӳмерккесене ещĕке пуçтарса хутăм.
— Сывлăх сунатăп, Юрий Иванович.
Палланă сасă. Чĕрене тыткăнлакан сасă, чуна йăпатакан сасă! «Юрий» тесе тата çав тери ăшшăн, çав тери çепĕççĕн каларĕ.
Пуçа çĕклерĕм те, хам та сисмерĕм, ― яштах сиксе тăтăм.
Ман умра Инна тăра парать. Лутра Пакăшра пĕрле ӳçнĕ тантăшăм. Йăрăс пӳллĕ, хăмăр куçлă Инна! Чĕрене вут-хĕм хыптарнă Инна!
Çанçурăм çӳçенсе илчĕ. Ăшăмра темĕнле хăватлă туйăм, асамлă туйăм çуралчĕ. Мĕнле-ха капла? Иннăран пăрăнатăп эпĕ. Ăна манас, асăмран кăларас тесе, района куçса килтĕм. Тĕлĕнтермĕш, вăл каллех — ман çумра...
— Мĕнле майпа, Инна? — аран сăмах тупăнчĕ ман. Хам та сисетĕп, чĕре кăкăртан сиксе тухас пек тапать. Питĕм вĕри тимĕрпе тĕкнĕ евĕр пĕçерме пуçларĕ,
— Ха, пĕлмĕш пулать тата! Ху чĕнтернĕ вĕт, ― допроса чĕнтернĕ хута кăларса кăтартрĕ Инна. ― Эпĕ — Вадим арăмĕ.
Ку мана пушшех тĕлĕнтерсе пăрахрĕ. Капла пуласса пачах кĕтменччĕ эпĕ. Ара, сахал-и тĕнчере пĕр ятлă-хушаматлă çын! Повестка çырнă чух «Инна» ят пĕртте кăсăклантармарĕ мана.
— Чим-ха, Çĕньялта пурăнаттăр мар-и эсир?
— Пурăннă. Икĕ çул каялла Уйкаса хуняма патне куçса килтĕмĕр. Куçса килтĕмĕр те... — Иннăн питçăмарти тăрăх куççуль тумламĕсем йăпăртатса анчĕç.
— Ларăр эсир, Инна, ― хыçлă пукан çине кăтартрăм эпĕ. — Каласа парăр, мĕнле пурăнатăр?
— Мĕншĕн панă сăмаха тытмарăр тесе ыйтăр, ― именерех хушса хучĕ Инна. ― Каçарăр, юратăва упраймарăм, эпĕ. Сӳнчĕ çăлтăрăм, иртрĕ çамрăклăх. Пĕтрĕ манăн юрату. Пулмарĕ иккĕмĕш юрату. Çапла, чĕремре манăн пĕрремĕш юрату кăна. Халĕ те сӳнмен вăл, çулăмпах çунать. Пытармастăп, тăтăшах сирĕнпе курса калаçас килет ман. Çума-çумăн ларса калаçас килет, алăран алă тытса утас килет. Хулара тĕл пулсан савăнса ӳкнĕччĕ... Тĕрĕс турăр эсир — çаврăнтăр та утрăр. Ара, яш качча ачаллă хĕрарăм мĕн тума кирлĕ? Ăнлантăм, тивĕçлĕ мар эпĕ сире. Юрату арканнăшăн йăлтах хам... хам айăплă. Пурăнасса ывăлшăн пурăнатăп. Ăна çитĕнтерсен, куç курĕ... Халĕ чăтмаллах. Юратман çынпах ĕмĕр ирттермелле. Пĕр пӳртре пурăнатпăр-тăк, парăм пур манăн. Упăшка умĕнчи парăм! Ĕçрен таврăнмалла та кулленех ун валли апат хатĕрлемелле, кĕпе-йĕм çумалла. Килĕшет-и ку мана, килĕшмест-и — пурнăçламалла. Мăшăрланнă-тăк — пурăнмалла. Хунямана юраса, упăшкана йăпăлтатса пурăнмалла. Хам кулленех ачалăх кунĕсене аса илетĕп. Сирĕн çинчен шухăшлатăп, Юра.
...Çĕрĕпех кĕнеке çинчен куç илмерĕ Инна — урок ирттерме хатĕрленчĕ. Ответлă урок-çке. Вĕренекенсем çеç мар, вĕрентекенсем те пулаççĕ унта. Ачасене ăнлантарма пултарать-и вăл, темăна уçса парать-и — çав урок тăрăх хаклĕç ун ĕçне.
Тăрăшни харам пулмарĕ — урок ăнăçлă иртрĕ. Иннăна никам та хурламарĕ. Вунă çул хушши шкулта тăрăшнă учитель те, университетран килнĕ доцент та, пĕрле вĕрентекенсем те — пурте Инна ирттернĕ урока кăмăлларĕç.
Савăннăскер, ывăннине те туймарĕ Инна. Шкултан тухсан, комсомол комитечĕн членĕ Людмила практикăна пынă студентсене чарса тăратрĕ:
— Юлташсем, пурин те вунпнлĕк сехетре ман пата пымалла. Паян — манăн çуралнă кун.
Людмилăсем патне Инна парнепе — сайра тĕл пулакан кĕнекесемпе — пырса кĕчĕ. Вĕсене тупма ăна хăйсен ял хĕрĕ, тин кăна уçăлнă кĕнеке магазинĕнче ĕçлекен сутуçă, пулăшнăччĕ. Парнешĕн Людмила чунтанах савăнчĕ.
Кăштах апатланнă хыççăн ташă-юрă пуçланчĕ. Анчах Инна нумай хавасланаймарĕ — пуçĕ кашлама тапратрĕ. Куçĕсем тĕтреленчĕç. Хăй халсăррине Инна никама та систермерĕ, сĕтел хушшинчен тухса, Людмила пӳлĕмне кĕчĕ, диван çине выртса тĕлĕрсе кайрĕ.
Ыйхăран вăл сывлăш пӳлĕннипе вăранчĕ. Сĕтел хушшинче хирĕç ларакан каччă ыталаса илнĕ иккен ăна. Пăчăртать те пăчăртать. Çăтса ярасла чуптăвать, тута хĕррисене çунтарать...
Инна качча пур вăйран тĕртрĕ, шăлĕсем ыратиччен çыртрĕ, чĕрне хуçăличчен, юн пĕрхĕнсе тухиччен чаврĕ — çĕнтереймерĕ, каччăран вĕçерĕнеймерĕ.
Мăшкăл тӳссен, кăштахран тантăш хĕрсем кĕпĕрленсе килсе кĕчĕç, качча ярса тытрĕç... Мĕн тума кирлĕ ĕнтĕ вăл текех. Пулни-иртнине пурпĕрех тавăраймăн. Инна тусĕсем çине çаврăнса та пăхмарĕ, портфельне илчĕ те тухса чупрĕ.
Пусма тăваткалĕнче вăл кĕтесе пырса тăрăнчĕ, картлашкапа хăпаракан кинемее кăшт çеç ураран ӳкермерĕ. Нимĕн те курмарĕ вăл, нимĕн те илтмерĕ — пур вăйран чупрĕ, Атăл хĕррине васкарĕ. Тахăш тĕлте ун умне çăмăл машина сиксе тухрĕ. Юрать, шоферĕ çаврăнăçуллăскер пулчĕ — машинăна вăхăтра чарма ĕлкĕрчĕ. Хăй сиксе тухрĕ те чышкă юнасах тем ятлаçрĕ. Хĕр тăнламарĕ, шофер çар тумĕпе иккенне кăна асăрхарĕ. Ăна курсан, вăл инçетри тусне, Тăван çĕршыв чиккннче тăракан савнине, аса илчĕ. Вара, портфелĕнчен таса хут кăларса, савнийĕ патне çыру çырчĕ: «Юра, текех ан çыр. Эпĕ...» «Вилетĕп» тесшĕнччĕ те... Çырмарĕ, ун вырăнне пăнчăсем лартнипех çырлахрĕ. Унтан çырăвне почта ещĕкне пăрахрĕ те, портфельне ывăтса, Атăла чăмрĕ.
Çыран хĕрринче тăракайсем кӳ мĕне пĕлтернине çийĕнчех тавçăрса илчĕç — Инна хыççăн шыва сикрĕç, хĕре туртса кăларчĕç.
Йĕкĕчĕсем палланăскерсемех тата — университет студенчĕсем!
Иннăна вĕсем тӳрех больницăна ăсатрĕç. Кунта вăл икĕ талăк хушши никампа та калаçмарĕ. Шухăшларĕ. Хăйĕн çинчен те, чикĕри тусĕ çинчен те...
Тантăшĕсем ăна пĕччен хăвармарĕç. Ирĕксĕрленĕ каччă та кулленех пырса çӳрерĕ, качча тухма тархасларĕ.
Малтанлăха Иннăн ăна курас та килместчĕ. Ара, сĕмсĕр вĕт-ха вăл. Хытă чĕреллĕ те усал шухăшлă. Иннăна çеç мар, меллĕ самант тупăнсан, ыттисене те кӳрентерме пултарать. Тен, кӳрентернĕ те... Тен, урăх хĕре те макăртнă, хĕр ĕмĕрне татнă, хĕр юратăвне пĕтернĕ, юратнă каччинчен уйăрнă...
Мĕн тумалла ĕнтĕ Иннăн? Текех хĕр мар вăл, хĕрарăм. Каçарĕ-ши ăна чикĕри савнийĕ? Çук, каçарас çук. Мăшăрлансан та — ĕмĕр сăмах тĕкмелле...
Енчен çак чăрсăр йĕкĕтех качча тухсан?.. Пулнă унашкалли ĕлĕк-авал та. Эккей, ĕлĕк-авал та, савнийĕсене пăрахса, урăх çынна качча тухнă, сак тулли ача пăхса ӳстернĕ. Тен, Инна та çак пуçтаха хăнăхĕ, юратма пуçлĕ?
Çунаттине суранлатнă акăш тинĕс урлă вĕçеймест. Сунарçă аллине мар, кашкăр çăварне лекме пултарать. Шухăшларĕ-шухăшларĕ те Инна текех ӳкĕтлеттермерĕ ― качча тухма килĕшрĕ.
Институт пĕтерсен, виçĕ çул хушши Çĕньялта пурăнчĕç. Инна шкулта вырăс чĕлхи вĕрентрĕ, Вадим совхозра ĕçлерĕ. Уйкаса вĕсем хунямăшĕ йăлăннипе куçса килчĕç. Куçса килчĕç те, мăшăрĕ йăлт улшăнчĕ, ĕçме пуçларĕ. Ĕçрен те сĕм-çĕрле тин таврăнатчĕ. Ик-виçĕ талăк таçта çухалса çӳренисем те пайтах пулнă.
Куçса килнĕ çулах ăнланчĕ Инна: Çĕньялта Вадимăн савнийĕ-еркĕнĕ пур. Кулленех курнăçаççĕ вĕсем. Лешĕ ăна час-часах эрех-сăрапа сăйлать. Килте шăв-шав хускатма, Иннăна хăваласа яма хĕтĕртет. Анчах Вадим апла-капла хăтланмасть, нихçан та харкашмасть. Киле сĕм-ӳсĕр таврăнсан та, пĕр сивĕ сăмах каламасть, пăшт çывăрса каять...
Инна ура çине тăчĕ те кантăка шаккарĕ, акаци тураттине хуçма кармашнă ачана пӳрнипе юнарĕ. Унтан каллех хăй вырăнне пырса ларчĕ.
— Çапла, Вадимпа эпир пĕр пӳртре пурăнатпăр, пĕр пӳлĕмре çывăратпăр, анчах эпир — икĕ планета, икĕ полюс. Çырмари чулсем пек пĕр-пĕрне ăшăтмастпăр, йăпатмастпăр, ― терĕ Инна пуçне усса.
— Вадимăн савни пуррине малтанах пĕлнĕ-и?
— Пĕрлешнĕ кунах пĕлнĕ.
— Апла ма хăтăрмастăр ăна?
— Шаннă чечек çине пыл хурчĕсем лармаççĕ. Ача çуратсан, хăшпĕр хĕрарăмăн кĕрнеклĕх пĕтет, упăшкине те илĕртме пăрахать. Эпĕ те ывăл, çуратсану самай хавшарăм, имшерлентĕм. Чармастăп — килентĕрех.
— Вожатăя суранлатнă каç ăçта çывăрнă Вадим?
— Виçĕ талăк киле пыманччĕ вăл... Çав каç та еркĕнĕпе пулнă теççĕ. Тĕрес-и ку — татсах калаймастăп. Хам курман.
Алăка майĕпен уçса, пӳлĕме кăтра çӳçлĕ ывăл ача кĕрсе тăчĕ, тӳрех Инна патне таплаттарса пычĕ.
— Анне, куçусем ма шывланнă? Çак пичче кӳрентерчĕ-и? — ман çине сиввĕн пăхрĕ ача.
— Ху вăрмана тухса тарнă та, çавăнпа хурланатăп.
— Тухса тарман эпĕ. Вăрманта аттене шырарăм. Ытти ачасем пекех, манăн та аттепе выляс килет, анчах... атте çук. «Вăрманта вăл. Çухалса кайнă. Такăр çул тупаймасть», ― терĕ асанне. Эп вара анчăка ертрĕм те вăрмана вĕçтертĕм. Анчăк çулсăр-мĕнсĕр киле пыма пĕлет. Виçĕ вар урлă каçрăм та «ат-те-е!» тесе кăшкăртăм. Тĕмĕ хыçĕнчен атте мар, эсĕ сиксе тухрăн, анне. Аттене те вăрманта шыраттармарăн.
— Аçу вăрманта мар, команднровкăна кайнă», йĕпеннĕ куçĕсене ал тутрипе шăлса типĕтрĕ Инна.
— Командировкăра-тăк, ма макăратăн? Ялтан вăл милици çыннисемпе кайрĕ те... Халь, акă, мăйăр та пулса çитрĕ — атте пурпĕрех таврăнмасть.
Инна каллех ĕсĕклеме пуçларĕ. Пĕтĕм çанçурăмĕпе чĕтренсе, пуçне пăркаласа йĕрет.
— Тĕрĕс калатăп çав: атте командировкăра мар, вăрманта çухалса кайнă, Ху та çампа макăратăн.
— Мĕн ятлă-ха эс? — ачана шоколад сĕнтĕм эпĕ.
— Ху мĕн ятлă? — тӳрленсе тăчĕ ача.
— Юра.
— Эпĕ те Юра.
— Апла-тăк, паллашнă ятпа çак шоколада ил, Юра.
— Тавтапуç, ― терĕ те вăл, шоколад чĕркенĕ хута уçса, амăшĕпе юнашар ларчĕ. ― Атте те ман валли парне илсе килет. Çапла вĕт, анне.
Инна чĕнмерĕ.
9
Пăлханнă чун Инна кайсан та пусăрăнаймарĕ.
Мĕн тумалла-ха манăн? Ма манаймастăп Иннăна? Уйкасра та унпа тĕл пулма тиврĕ вĕт. Нивушлĕ шăпамăр çавнашкал? Çук, Иннăпа çыхланма юрамасть. Вăл — çемьеллĕ хĕрарăм. Çапах... Мĕнле чармалла-ха туйăма?
Шухăшлатăп та шухăшлатăп. Ыйту хыççăн ыйту...
Инна сăмахĕсем ытла ытарлă: «Мăшăрланнă-тăк — пурăнмалла. Йăпăлтатса та юратса пурăнмалла». Паллах, чĕрене улталаса пурнасси пурнăç мар. Ку вăл — тамăк. Кунашкал пурнăçа кăмăлламастăп эпĕ. Чăтаймастăп. Инна, ав, пурăнать. Вадим та тертленет, хăй савнийĕ патне туртăнать. Арăмĕпе мар, савнийĕпе ун чунĕ. Вожатăя суранлатнă хыççăн арăмĕпе курнăçасси килмен — пытанса çывăрнă тейĕпĕр. Вадим çапла хăтланнине амăшĕ сиснĕ-ши? Кĕçĕрех Вадим амăшĕпе курнăçмалла.
Ухватовсен килĕ-çурчĕ ял варринче, виçĕ йăмра тĕлĕнче. Пысăк, илемлĕ улт кĕтеслĕ пӳрт. Хапха юписем тимĕртен.
Пăлтар енчи алăка шал енчен питĕрнĕ. Килкартийе калинккерен кĕтĕм.
Картишĕнче тап-таса. Калинкке çывăхĕнче çăл. Унтах лаç, тепĕр енче — сарайпа нӳхреп. Кĕлетпе вите те пур. Выльăхсем йышлă усраççĕ пулмалла — анкартине, вите пуçне, тислĕк купаласа лартнă.
Картишнелле тухакан чӳрече яр-уçă.
— Лĕпĕстетсе çитрĕн эппин? — илтĕнчĕ чӳречерен сасă.
«Чим-ха, мана ятламасть-и ку?» — чарăнса тăтăм эпĕ.
— Намăссăр! Пĕртен-пĕр ывăла пĕтертĕн. Читлĕхе кайса чикрĕн. Халь ют арçынна куç хĕсетĕн. Тăр-кăнтăрлах ун хыççăн вăрмана чупатăн...
— Вăрмана ывăла шырама кайрăм.
Ăнлантăм, Иннăна хунямăшĕ пăсăрлантарать пулас.
— Кур-ха, епле юптарать! Ывăл тет тата. Ывăл мар, пуçунта арçын шухăшĕ. Лешне, портфель йăтса çӳрекеннине... Çынсем те курнă.
Пӳртре ĕсĕклени илтĕнчĕ.
— Хулара та арçын хыççăн чупнă теççĕ. Шкул ачисенчен уйрăлса, ывăлна пăрахса... Путсĕр. Тухса кай ман килтен! Тасал!
. Харкашăва итлесе тăмарăм эпĕ. Вадим амăшĕпе курнăçас кăмăл та çухалчĕ. Урама тухрăм та совхоз кантурне уттартăм.
Кунта халăх йышлă. Директор пӳлĕмĕнче пĕр пушă вырăн та çук. Коридорта та çынсем кĕпĕрленеççĕ. Халăх умĕнче участок инспекторĕ калаçать иккен. Çынсем ăна ннтересленсех итлеççĕ.
— Совхоз директорĕ тĕрĕс асăрхаттарать: общество пурлăхне пурин те упрамалла. Шăпах çак вăхăтра, тыр-пул пухса кĕртнĕ кунсенче, кукăр алăллă çынсем иртĕнме пăхаççĕ. Çĕркаç бункера тырă хăварнă. Çав тырра кирпĕч турттаракан машина çине тиенĕ те Саланчăка ăсатма хăтланнă. Юрать, дружинниксем тытса чарнă. Ку вăл, юлташсем, бригадирсем ӳрĕк-сӳрĕк ĕçленинчен килет. Вĕсем комбайнерсен ĕçĕпе тивĕçлипе интересленмеççĕ.
Милици лейтенанчĕ ӳсĕрсе илчĕ, аллинчи хута енчен енне çавăркаларĕ.
— Тата акă мĕн. Пустуй лăпăртататпăр. Вăрлаççĕ тетпĕр. Çаратаççĕ тетпĕр. Районтан килнисене те çапла элеклетпĕр. Çĕпритун пичче те çапла сăмах сарчĕ: «Кил-картинченех велосипед йăкăртрĕç». Паян çав япалана улăм ăшĕнчен туртса кăлартăм. Ара, велосипеда улмури çумне кайса тăратнă, улăмпа витнĕ. Урана йăлт таптаса пĕтернĕ. Ачасем ашкăннă-тăр. Вылянă-вылянă та... Сăмаха шухăшласа калаçмалла, тимлĕ те асăрхануллă пулмалла, ― терĕ те Кулагин шăпăрт пулчĕ, хыçлă пукан çине вырнаçса ларчĕ.
— Кĕрĕр, Юрий Иванович, ― терĕ совхоз директорĕ, эпĕ коридорта тăнине курсан. ― Кунталла иртĕр.
Пӳлĕмре ларакансем каялла çаврăнса пăхрĕç, кĕрессе кĕтрĕç — эпĕ вырăнтан та хускалмарăм.
— Пĕлетĕр-и, Пракух хăртнинче темĕнле ĕç пулса иртнĕ — Алтатти пахчаçа çаратнă... Хурахне шырама çынсем уйăрса пама ыйтрĕç те... Ĕлкĕрейместпĕр пуль, тĕттĕмленет, ― ман çине пăхса калаçрĕ директор.
— Хурах вăл тунката мар, пĕр вырăнта тăмасть, çаратнă хыççăнах хӳтлĕхе тапса сикет, ― калаçăва хутшăнчĕ Кулагин. ― Çынсем те сахал кунта. Вуншар утăмран тăратса тухсан та, икçĕр çын кирлĕ — вăрман сарлакăшĕ икĕ çухрăм...
Кулагин ман хыççăнах ял Советне вĕçтерсе çитрĕ, сĕтел çине ултă допрос протоколĕ кăларса хучĕ. Тимлесех вуларăм вĕсене — пĕр протоколĕ те Ухватов ĕçĕпе çыхăнман. Пĕри те мана тивĕçтермерĕ. Çакна Кулагин та сисрĕ — шарламарĕ, тӳрре тухма та тăрăшмарĕ.
Пухура пĕлтернĕ хыпарсемпе мĕн-мĕн тумаллине каларăм та ял Советĕнчен тухрăм. Эпĕ хваттере кайрăм, Кулагин анаталла утрĕ.
Хваттер хуçи, Лисук кинемей, ман валли сĕтел çине йăлт хатĕрленĕ: хуппине шуратса пĕçернĕ çĕрулми, уйран, хăйма, типĕтнĕ аш... Уйранпа çĕрулми çирĕм те чĕре лăшт пулчĕ.
Кунашкал апат хыççăн çывăрмалла кăна. Анчах Уйкасра мĕн-мĕн курни-илтнине йĕркипе асилсе выртрăм та ыйхă вĕçрĕ ман. Каллех умăма Инна тухса тăчĕ. Хăлхаран та ун сасси туха пĕлмерĕ.
Тепĕр чух этем ăна-кăна тарăнах ăнкараймасть çав, кӳренет те, кирлĕ ĕçрен пăрăнса, пуçа каçăртса пурăнать. Эпĕ те, ав, çарта чух Иннăран хыпар илтĕм те тутана тăсрăм, çырури виçĕ пăнчăна «качча тухатăп» тесе ăнлантăм. «Вилетĕп» тесе çырма хал çитереймен-мĕн Инна.
Хĕр ĕмĕре пăсăлнăшăн, путсĕр çынна качча тухнăшăн Инна кăна айăплă-и? Çук, ыттисен те пур айăпĕ. Уйрăмах — манăн. Иннăн юлашки çырăвне илнĕ хыççăн хурав ямалла пулман-и-ха ман? Пулнă. Ма апла çырнине, мĕн пăтăрмах сиксе тухнине ыйтса пĕлмелле пулнă, Тен, эпĕ çакна вăхăтра тавçăрса илнĕ пулсан, вăхăтра сас панă пулсан, Инна шăпи те хуйхăллă-суйхăллă пулас çукчĕ, Ухватовăн ĕçĕ те сиксе тухмĕччĕ.
Эх, эпĕ те çав...
10
Вăрантăм та, кăпăр-капăр тумланса, Киремет çырмине васкарăм.
Уголовнăй розыск начальникĕ Киремет çырмине манран та ир çитнĕ — йĕкĕтсемпе пĕве пуçĕнче чаваланаççĕ. Канав уçса, пĕвери шыва кăларса ярасшăн хыпаланаççĕ.
Çыран леш енчен вĕсем патне бригадир чупса анчĕ, кăшкăрма тапратрĕ:
— Емельян Алексеевич, пĕчĕк ача мар вĕт эсир! Пĕвене ма татса яратăр? Ăна уй-хир шăварма пĕвеленĕ. Тăрăшрăмăр-тăрăшрăмăр та, укçа-тенкĕ тăккаларăмăр та...
— Тархасшăн, ан çĕтĕл. Ĕçпе çӳретпĕр эпир, ― терĕ милици капитанĕ.
— Ĕç мар ку! Ку — хуçалăха сăтăр туни, ― парăнмарĕ бригадир.
— Виçĕмкун сĕрекене темĕнле йывăр япала çакланчĕ, пĕчĕк чăматан евĕрлĕскер. Магнитофон пулмарĕ-ши тетпĕр. Шкултан вăшкăртнă магнитофон, ― ăнлантарчĕ кăтра пуçлă йĕкĕт.
— Пĕвене кам магнитофон пăрахать, ― хирĕçлерĕ бригадир.- ― Кирлех-тĕк, хывăнмалла та пĕвене шăмпăлт сикмелле.
— Кунта шыва кĕме юрамасть теççĕ. Пĕве аммиак шывĕпе вараланнă, ― кĕреçине çыран хĕррине качлаттарса лартрĕ кăтра пуç.
— Курăнать ав! — тĕмеске еннелле кăтартрĕ тепĕр йĕкĕчĕ.
Пурте çыран хĕррине пырса тăтăмăр. Кĕçех Аброськин юшкăнран магнитофон туртса кăларчĕ. Эпир тăнă вырăнтан кăшт çӳлерехре çĕрле сăнамалли труба та тупăнчĕ. Шкулăн вĕсем, Ольăна суранлатнă каç вăрланăскерсем!
Чăн та, кам алхасать-ха кунашкал? Сăтăр тăвас тесе килсе пăрахнă-ши ку япаласене пĕвене е тĕплĕрех пытарас тесе? Шывра тимĕр-тăмăр юрăхсăра тухать вĕт.
Виççĕмĕш талăк Уйкасра ăшталанатăп, тĕпчетĕп, анчах пĕр алапаш çынна та тĕл пулаймарăм-ха. Тен, сăнама пĕлместĕп, хама кирлĕ çынна уйăрса илейместĕп. Пĕве хĕрринче те палланă пушмак йĕрĕсем тупăнчĕç ав. Кам йĕрĕсем вĕсем — вĕçне-хĕрне тухаймастăп. Йĕрĕ пур-тăк, çынни те çӳрет ĕнтĕ. Çакăнтах, ман çывăхрах. Тĕлĕнмелле вĕт-ха: татти-сыпписĕр пĕрешкел йĕр тĕл пулать.
Чаваланă вырăна тăпра тултарса лартрăмăр та, Киремет çырминчен хăпарса, уялла утрăмăр.
— Апат-çимĕç тулăх чух улăм çинчен шухăшламастпăр çав, ― терĕ бригадир. Майĕпен çилли иртсе кайрĕ пулмалла, ― Агроном хăй патне чĕнсе илчĕ те васкавлă ĕç хушрĕ: «Улмурисем пустуй вырăн йышăнса лараççĕ. Çунтарса яр», ― терĕ. Уя тухса пăхрăм та улăмĕ ним чухлĕ те пăсăлман. Виçĕмçул выльăх апачĕ кăрăс пулчĕ. Улăма та укçа парса илтĕмĕр, Çĕпĕртен турттартăмăр. Пĕр килограмĕ вăтăр пуса ларчĕ. Çавна аса илтĕм те, улăма пĕтĕмпех йĕтем çине турттартăмăр. Пĕртен-пĕр улмури юлчĕ. Ăна та хирти ĕçсем вĕçленсенех тирпейлетпĕр.
— Шăшисем ĕрчесе кайман-и унта? — ыйтрĕ Аброськин, бригадира йĕкĕлтесе.
— Пĕлетĕр-и, пĕррехинче унта ют çынна асăрхарăм, ― терĕ малалла бригадир. ― Пыратăп хайхи хирпе, хăлха патĕнчен темĕн пăнн! пăнласа иртрĕ. Малтанах ним шухăшлама та пĕлмерĕм-ха, хăлха янăрарĕ пуль терĕм. Унтан татах илтĕнчĕ. Улмури патне пырса пăхрăм та... ак тĕнче! — çын выртать. Кĕске ураллăскер. Сухаллă хăй. Çарамас. Эпĕ тĕлĕнсе пăхнине сисрĕ пулас та: «Курмастăр-им. çутçанталăк ырлăхĕпе киленетĕп, ӳт-тире хĕвелпе хĕртетĕп», ― терĕ. Шăртлă янахĕ пĕртте тĕлĕнтермерĕ-ха мана — хулара çамрăксем сухал ӳстерме юратаççĕ. Мана урăххи, пĕчĕк калибрлă винтовка пурри, шиклентерчĕ. Кĕпçине кĕскетнĕ унне, Эпĕ шанмасăртарах пăхнине çын туйрĕ пулас. «Канма килнĕ çынна та хăваласа ярасшăн-и эс?» — терĕ, Эпĕ вара сăмахласа, ыйтса-тĕпчесе тăмарăм, аяккалла пăрăнтăм.
— Сăнĕ-пичĕ мĕнлеччĕ унăн? Кĕлетки-çурăмĕ? — кăсăкланчĕ Аброськин,
— Ансăр çамкаллă, хĕсĕк куçлă, типшĕм питлĕ, лапчăк сăмсаллă, ― сăнларĕ бригадир. ― Тытăнчăклă калаçать. Кăкăрĕ çине çĕлен ӳкернĕ, «Нина» тесе çырнă.
— Кала-ха, хăçан курнă ăна эс? — хыпăнса ӳкрĕ Аброськин.
— Виçĕ кун каялла, ― пĕлтерчĕ бригадир. Кĕçех пире леш çын хĕртĕнсе выртнă çĕре кайса кăтартрĕ. Ухватов тăхăннă пушмак йĕрĕсем кунта та туп-туллиех. Ура йĕрĕсене фотоаппаратпа ӳкерсе илнĕ, кӳмерккесем майланă самантра Аброськин çухăрса ячĕ:
— Килĕр-ха, килĕр! Улмури çине хăпарăр!.. Чăн-чăн склад вĕт кунта, Чăн-чăн склад.
Пурсăмăр та вăл чĕннĕ çĕре улăхрăмăр. Улăма сирсе, каюра пек шăтарса кĕнĕ те выртса тăма вырăн хатĕрленĕ. Элле, кутамкка та пур. Ăна уçрăмăр та — ай-яй, мĕн кăна çук: çăратнă сĕт, хупласа пĕçернĕ аш, терлĕ консервă, канфетсем... Накладнойĕ те çумĕнчех-мĕн.
Çак апат-çимĕçе йăлтах Лидия Гурьевна çыртарса илнĕ-мĕн. Базăран, Уйкас лавкки валли.
Кутамккапа юнашар пралукпа çыхнă кĕнекесем. Салтса пăхрăмăр та... Кĕнекисем çинче Уйкас библиотекин штампĕ пур! «Записки следователя» кĕнекен икçĕр хĕрĕх тăваттăмĕш страницине хуçлатнă. Кĕнекесем айĕнче кăвак куртка, ача кĕписем тултарнă хутаç тата çăра çыххи выртать.
Протокол çыртăмăр та япалисене хамăрпа илтĕмĕр.
— Апат-çимĕç пур... Япалисем те... Апла кунта татах килет вăл. Çавăн чух ярса тытатпăр, ― терĕ Аброськин, йĕкĕтсем çине пăхса. — Милици çыннисем киличчен засадăра лараймăр-ши?
— Ларатпăр. Эпир дружинниксем вĕт, ― пĕр харăс хуравларĕç йĕкĕтсем.
— Хам та юлатăп. Чикĕре пĕрре мар засадăра ларнă. Таркăна епле ярса тытмалли мелсене те манса кайман-ха, ― терĕ бригадир.
Ĕнер кунта Кулагин та пулнă, велосипед тупнă, анчах ура йĕрăсемпе кăсăкланман вăл, улмури çине те хăпарса пăхман. Кунта, ав, такам апат-çимĕç усрать. Канашлура пĕлтернĕ сăтăрлă ĕçсене те вăлах тунă-и, тен? Шкулта та вăлах иртĕхнĕ пулĕ? Тен, Ольăна та вăлах пенĕ? Алăран вĕçертес марччĕ ăна. Паянах ярса тытмалла.
Çапла тĕллев лартрăмăр эпир.
— Ма çуран çӳретĕр? — машинăпа çитрĕ директор. Аброськин ăна улмуринче мĕн-мĕн тупнине кăтартрĕ.
Директор пуçне пăркаларĕ те: «Хуçалăха та шар кăтарт-ма пултарать вăл», ― терĕ.
Машинăпа часах Уйкаса çитрĕмĕр. Совхоз кантурĕ тĕлĕнче виçĕ грузовик тăрать. Пĕрин çине япаласем тиенĕ.
— Салам, Юра пичче, ― илтĕнчĕ ача сасси. ― Эпир кукамай патне каятпăр. Яланлăхах. Атя пирĕнпе.
Эпĕ сасă илтĕннĕ еннелле çаврăнса пăхрăм. Машина кабининче Инна ларать. Пуçне уснă хăй. Ывăлĕ мана кăчăк туртрĕ.
Инна патне пымарăм эпĕ, Лисук кинемей патне васкарăм.
11
Лисук кинемей, килкартинче кăштăртатаканскер, мана курсан, аллинчи сенĕкне пăрахрĕ те пӳртелле васкарĕ.
— Ай, выçса вилетĕн пуль. Ир-ирех тухса кайрăн та... Атя, ывăлăм, кăшт-кашт çырткаласа ил.
Кил хуçи сехет каяллах апат хатĕрлесе лартнă-мĕн. Хуппине шуратса çĕрулми пĕçернĕ те, ан сивĕнтĕр тесе, тирĕкне алшăллипе хупласа лартнă. Мĕн ачаран юратнă апат, уйран, та пур.
Сĕтел хушшине вырнаçрăм çеç — тĕпелтен Лисук кинемей тĕтĕмленĕ аш, типĕтнĕ пулă, хура вăлча, апельсин çĕклесе тухрĕ.
— Хăналан, ывăлăм, ― терĕ.
— Ку çимĕçе ăçтан тупрăн, кинемей, ― тĕлĕнсех кайрăм эпĕ.
Кунашкалли Уйкас лавккинче мар, район центрĕнче те сайра хутра тĕл пулать.
— Ырă çынсем пулăшаççĕ. Лидия Гурьевна илсе килчĕ. «Сан хăна лавккана çӳремест, столовăя та пымасть. Сăйла ăна», ― терĕ.
— Миçе тенкĕ сăптăрса кайрĕ?
— Ай, пĕр пус та илмерĕ. Çынни çапла вăл, ывăлăм. Такама та пулăшать. Хуть мĕн ыйт — тупса парать Лидия Гурьевна. Уйкассене лавккаран нихçан та пуш алăпа ямасть. «Ĕç укçи илсен килсе паратăн», ― тет те кирлĕ тавара вăшт кăларса тыттарать. Пурте хисеплетпĕр ăна. Шел, ырă çыннăн та пурнăçĕ ăнмасть — мăшăрĕпе уйрăлнă вăл. Икĕ ачапа Уйкаса килсе кĕчĕ. Ай, маттур! Ай, вăр-вар! Лăпăр-лăлăр пӳрт туянчĕ те çулталăк хушшинчех кермен çурт çавăрса лартрĕ. Çи, çи, ывăлăм...
Мĕн пулчĕ мана — апат анмасть. Ăшра темскер йăшкать. Тăнран тухăн çав: курман-илтмен хĕрарăм ман валли апат-çимĕç çĕклесе килет. Мĕне пĕлтерет ку? Шак хуни пулмасть-и?
— Ку апат-çимĕçе, кннемей, паянах каялла кайса пар, ― терĕм те, сĕтел хушшинчен тухса, урамалла пăхрăм. Урам хушшипе, тусан мăкăрлантарса, тимĕр листисем тиейĕ машина кĕрлеттерсе иртрĕ.
Иккĕлентерекен шухăшсем аслатиллĕ çумăр пĕлĕчĕсем евĕр умлăн-хыçлăн капланса килеççĕ. Ара, апат-çимĕç тултарнă кутамккана улмурине кам кайса пăрахнă? Тен, ăна ятарласа пытарнă? Апат-çимĕç çыртарнă накладнойĕ мĕнле лекнĕ тата унта? Вăрланă е илсе тарнă пулсан, сас-хура пулмалла, унта-кунта евитлемелле. Милици уйрăмĕнче те, ял Советĕнче те унашкал хыпар çук. Лидия Гурьевна та шăпăртах. Накладнойĕ çине иккĕн алă пуснă: Лидия Гурьевнăпа база çынни, тавар парса яраканни. Апла кирлĕ документах вăл, Мĕн калать-ха ун пирки сутуçă хăй?
Уйкас лавккине тухса вăркăнтăм. Шел, сăмахласси-тĕпчесси пулмарĕ — алăка икĕ çăрапа питĕрсе илнĕ. Лидия Гурьевна канашлура каланине шута илнĕ те, тен, килте тăрмашать. Ачаллă хĕрарăм вăл. Выльăх-чĕрлĕх те тытать. Ял çыннин вĕт хуçалăхра та ĕç мăй таранах.
Лавккаран инçе мар тăкăрлăкра пурăнать Лидия Гурьевна.
Тиркемелли çук: хӳхĕм çурт-йĕр çавăрнă вăл, шурă кирпĕчрен, тăррине тутăхман тимĕр витнĕ. Урамалла ултă чӳрече, пахчаналла — иккĕ. Пурте эрешлĕ. Картишне бетон сарнă, тап-таса. Лаçĕпе кĕлетне шифер витнĕ. Нӳхреп алăкне хирсе уçнă-тăр, çăра çаклатмаллине тăпăлтарса кăларнă.
Ун-кун пăхкаласа, çенĕке кĕтĕм. Унта икĕ хĕрача ларать. Пĕри, виçĕ çулхискер, пуканепе вылять. Тепри пиллĕксенче пулĕ. Вăл чăматанти япаласене çавăрттарать. Аялтан тăхăнмалли кĕпе, шурă платье, хĕрлĕ çӳçеллĕ тутăр кăларса пăрахрĕ. Акă, мăй çыххипе чĕркене çыхă туртса кăларчĕ. Тĕввине салтса, енчен енне çавăркаларĕ те — вĕл-вĕл вĕлтĕртетрĕç çĕрелле хут укçасем. Çирĕм пилĕк тенкĕлĕххисем! Перекет кĕнекисем виççĕ таран!
Хĕрачасем мана асăрхарĕç те хыçалти пӳлĕмелле таптарчĕç, япалисене те пуçтармарĕç.
Шалт та палт тĕлĕнсе, хускалмасăр тăтăм эпĕ. Ара, ик ачаллă хĕрарăм çулталăк хушшинчех çурт-йĕр çавăрать. Курăнать, татах укçа пур унăн. Перекет кĕнекисем тата?.. Сутуçăн шалăвĕ пысăк мар — çĕр çирĕм тенкĕ кăна. Çапах перекет кĕнекине хумалăх пуçтарнă-ха вăл укçине. Тен, ашшĕ-амăшĕ пилленĕ?.. Тен, кĕнекисенче пĕрер-икшер тенкĕ кăна. Ютшăнмарăм, перекет кĕнекисене уçса пăхрăм: пĕрне, тепĕрне... Куçпуç алчăраса кайрĕ: тăватă пин!.. Ултă пин!.. Сакăр пин!.. Пĕр хулара мар тата: Хусанта, Ĕпхӳре, Саратовра...
Пĕр кĕнекине те хампа илмерĕм. Хăçан тата хăш перекет кассине миçе тенкĕ куçарнине çырса илтĕм те кĕнекисене каялла пăрахрăм, малти пӳлĕме кĕтĕм.
Кухньăра Лидия Гурьевна сасси илтĕнчĕ:
— Улĕм те, Гера, ĕç ăнса пытăр.
Чанк! чанклатрĕç черккесем.
— Эх, епле селĕм сĕткен! Маттур эс, Литюç, ― кушак аçи евĕр мăрлатрĕ хулăн саслă арçын.
— Пултарни-мĕнĕ... Çимĕçе çĕртсе яма юрамасть. Кăçал, акă, чие те пысăк тухăç парать, хăмла çырли те...
— Улма-çырла пирки мар-ха, ĕç пирки пуплетĕп, Литюç. Шуçтимĕре туххăмрах вырнаçтартăмăр. Лавккана пушатса чăрманмарăмăр, тӳрех Еххим пичче патне вĕçтертĕмĕр. Накладнойĕсене паянах çунтарса яр. Пĕлсен-тусан, е Еххим пичче персе ярсан...
— Апла-капла çын мар вăл, вăрттăнлăха упрама пĕлет. Хăй тупса пама ыйтрĕ тата.
— Кай, хальхи çынна пĕлме çук. Хĕстерме тытăнчĕç-тĕк...
— Эй, мĕн калаçатăн, Гера? Пĕрремĕш хут-им? Уйкаса никам та килмест. Кулагин кăна сенкĕлтетсе çӳрет. Пĕр-пĕр дефицит тыттаратăп та çăвар та уçмасть. Уçмĕ те. Анланать вăл.
— Милици çыннисем ăслă вĕсем, пысăк тавракурăмлă. Халĕ пур çĕрте те «ĕçлемесĕр илнĕ тупăш» та «ĕçлемесĕр илнĕ тупăш» теççĕ. Çак сăмахсене пирĕн çума та çыпăçтарма пултараççĕ, Литюç. Асăрханмалла. Сыхлă çынна турă та сыхлать.
— Ăна-кăна чухлатăп-ха. Итле-ха, Гера, ман тепĕр заказ пур: «Жигули» ураписем кирлĕ. Сакăр урапа.
— Саншăн, Литюç, тем те тупăпăр. Хăçан илсе килмелле?
— Леш эрнере. Анчах лавккана мар, тӳрех кирлĕ çĕре ăсатăпăр.
— Пĕрремĕш хут мар, майлаштаратпăр. Халлĕхе, Литюç, сывă пул.
— Ах, аплах ан васка-ха. Килетĕн те, чĕре хĕлĕхĕсене хускататăн та... çухалатăн.
— Тархасшăн, ан кӳрен, Ĕç пур, Васкавлă ĕç, Хучашра пулмалла,
— Пĕлместĕп тетĕн-и? Хĕрарăм пур сан унта, Вăл та суту-илӳ çынни. Ăна базăра тĕл пултăм та çапла каларĕ: «Герăна пулах упăшкаран уйрăлтăм», ― терĕ. Пĕр хĕрарăм çитмест-им сана? Эпĕ пур вĕт-ха? Унта-кунта çӳресе, тархасшăн, ан çунтар мана. Ют хĕрарăмпа ан çыхăн.
— Апла-капла шухăш мар-ха. Ĕç пур. Хучаш çыннисем валли уйăрнă хĕçтимĕре хуларах ярăнтартăмăр. Кун çинчен магазин заведующине пĕлтермелле. Атту шăв-шав хускатма пултарать. Кала пĕрех хут: Уйкасра мĕнле хыпар-хăнар пур?
— Яла следователь килнĕ. Леш Ухватов ĕçĕ пирки.
— Ыйтсан-тусан, çапла кала: эп паян Уйкасра пулман.
— Ай, кам шырать сана, Гера?
Эпĕ текех чăтса тăраймарăм, сăмах хушрăм:
— Хуçисем пур-и?
— Пур, ― кухньăран вирхĕнсе тухрĕ Лидия Гурьевна. Куçĕсем йăл та йăл кулаççĕ хăйĕн. ― Ой, Юрий Иванович! Хуняма савать сире. Шăпах апат тĕлне пултăр. Хуларан пичче персе çитрĕ те... Чей ĕçетпĕр. Атя, эсĕр те хăна пулăр.
—Тавтапуç. Тин çеç апатланнă эпĕ, ― терĕм, алăк патĕнчен пĕр шит те иртмерĕм.
— Ой, çав апат-çимĕç пирки-и? — аллине сулчĕ Лидия Гурьевна, эпĕ кĕсьене хыпашлама тытăнсан. — Ан чăрманăр. Пĕр пус та кирлĕ мар. Кучченеçшĕн укçа илмеççĕ. Эсир, Юрий Иванович, пирĕн яла пуçласа килнĕ. Уйкасра йăли çапла: хăнана лайăх пăхмалла. Лисук кинемейĕн апат-çимĕç хĕсĕкрех. Ара, пĕччен карчăка пулăшас терĕм... Эпĕ кăна-и? Ытти кӳршĕсем те çапла тăваççĕ. Эпир, уйкассем, пĕр çемье пек пурăнатпăр, пĕр татăк çăкăра та пайăн-пайăн пайлатпăр.
— Çак накладноя çухатнă-и эсир е кама та пулин панă? — улмуринче тупнă хута Лидия Гурьевнăна кăларса кăтартрăм.
Ним калама аптраса тăчĕ сутуçă. Сăнран ӳкрĕ.
— Çухатнă-и е кама та пулин панă ăна эсир? — тепĕр хут ыйтрăм эпĕ.
— Ой, никам та ĕненес çук, ― ассăн сывларĕ Лидия Гурьевна. ― Хулара апат-çимĕç туянтăм та накладноя кутамккана чикрĕм. Çула май киле кĕтĕм те кутамккана лаççа лартрăм. Шоферĕ васканипе накладной çинчен маннă кайнă. Лавккана мĕн-мĕн турттарса килнине шутлама тытăнтăмăр та... накладной çук. Шăпах çав вăхăтра ача садĕнчен шăнкăравларĕç: хĕрĕм чирлесе ӳкнĕ. Эх, вĕткелентĕм вара! Больницăран çĕрле тин таврăнтăм. Пăхатăп — кутамкка çук... Пускилсем кĕртсе хунă пуль тесе, пĕрин патне пырса ыйтрăм, теприн патне — никам та пĕлмест, Ах, кам алхасрĕ-ши?
— Чимĕр-ха, хăвăр валли туяннă пулсан, накладной çыраççĕ-и вара? Накладнойра кăтартнă пурлăх йăлтах кутамккара пулнă вĕт. Çĕнĕ йăла-йĕрке-и ку? Çĕнĕ меслет-и?
Лидия Гурьевна шарламарĕ, ман çине тĕлĕнсе те тарăхса пăхрĕ.
— Ну, юрĕ. Хăнана ăсатсан, ял Советне пырăр. Ку документ пирки унта сăмахлăпăр, ― терĕм те накладноя каялла чикрĕм. ― Чăматанри япаласем те çухалма пултарĕç — çенĕкре сапаланса выртаççĕ.
— Ай, тур çырлахтăрах! — пĕççине шарт çапрă Лидия Гурьевна, çенĕкелле талпăнса.
Эпĕ урама тухрăм. Тӳпере пĕр пелĕт татки те курăнмасть. Лăпкă çил варкăшĕ чуна уçăлтарать. Çапах пăчă мана. Тăвăннă чун урамра та лăпланаймасть. Чăнах, хытсах каймалла вĕт. Куç умĕнчех иртĕхет Лидия Гурьевна. Уйкассем ăна урăхла ăнланаççĕ, ял çыннисемшĕн тăрăшать теççĕ. Çăткăн çын, выçă куçлă хĕрарăм вăл. Унăн пĕртен-пĕр ĕмĕт — укçа тупасси. Тар юхтарса тунă тетĕр-и эсир ăна çав виç кĕнекери пуянлăха? Çук пуль. Ку ĕçе вăраха яма юрамасть, паян-ыранах милици çыннисене явăçтармалла.
Кам вăл Гера? Ăçтан япаласем тупать? Еххим пиччене хĕçтимĕр ăçтан тупса панă? Камсемпе çыхăннă Лидия Гурьевна? Пĕтĕмпех пĕлмелле, тĕпчемелле, тăрă шыв çине кăлармалла.
Пик-пик! пиклетрĕ машина. Сасă илтĕннĕ еннелле çаврăнса пăхрăм. Машина тăп чарăнчĕ. Совхоз директорĕ иккен. Уй-хиртен таврăнать.
— Мĕнле, Юрий Иванович? Вĕçĕ-хĕрри курăнать-и? Тĕлли-палли пур-и? — ыйтрĕ çул çинче совхоз директорĕ. ― Асăрхануллă пул Лидия Гурьевнăпа. Виçĕ пуслăх япала парать те кайран пин тенкĕлĕх ĕç тутарать.
Кулагин çинчен те каласа кăтартрĕ совхоз директорĕ. Иккĕшĕ те пĕр ялтан иккен вĕсем. Лидия Гурьевна та, Кулагин та. Совхоз директорĕ вĕсене мĕн пĕчĕкренех пĕлет. Вăр-вар та тăрăшуллă çын пек кăтартнă хăйне Кулагин. Каникулсенче уй-хирте тăрмашнă. Çакна шута илсе, совхоз ăна ялхуçалăх институтне вĕренме янă. «Текех пĕр вырăнта тăпăртатса тăмастпăр, ят илетпĕр», ― тенĕ уйкассем, Кулагин институт пĕтерсе таврăнсан. Ара, вĕсен те аслă пĕлӳ илнĕ агроном пур ĕнтĕ. Ютран килнĕ çын мар, çак тăрăхра ӳснĕскер.
Çапах та çăмăл мар иккен агроном ĕçĕ. Ир-ирех ыйхăран вăранса хире тухмалла, çĕр вăрттăнлăхĕсене алла илмелле. Хĕрсе тулă акмалла ак, чашлаттарса çумăр çума тапратрĕ. Икĕ талăксăр та чарăнмарĕ, мур илесшĕ. Кайран, чăнах та, кăшт уяртрĕ. Тăпра та самай кушăхрĕ. Кулагин, хавасланса, тракторсене хире илсе тухрĕ. Сеялкăсене те вăрлăх тултарнăччĕ ĕнтĕ, акма çеç тытăнмалла — çумăр лӳшкеме пуçларĕ. Çавăнпа ака ĕçĕсене вĕсем эрне кая юлса вĕçлерĕç. Эх, хăтăрчĕç те çакăншăн ăна районта.
Хурт-кăпшанкăсене пĕтерме тесе, уй-хире имçам сапрĕç те Тĕпешнери тырпул йăлт типсе-хăрса ларчĕ. Каллех Кулагина айăпларĕç. Усентăрансене хăртмалли препаратпа усă курнă иккен вăл. Шуйттан пĕлсе çитет-и? Тем тĕрлĕ имçам та пур, акарцид, гербицид, дефлорант... Кам шухăшласа кăларнă вĕсене — чĕлхе тепле хуçăлмасть. Ку хутĕнче Кулагина Шупашкара чĕнсех пĕçерккĕ пачĕç, тăкакне те тӳлеттерчĕç.
Çакăн хыççăн Кулагин уй-хиртен тарчĕ — - милицие вырнаçрĕ. Хулара икĕ уйăх вĕренкелерĕ те милнци лейтенанчĕ пулса тăчĕ. Хăй ĕçне Кулагин хăвăрт хăнăхрĕ, Ăна халь йĕпе-сапа кансĕрлемест. Уй-хир тăрăх та сулланса çӳремелле мар. Йĕрке пăсакан тупăнчĕ-тĕк, штраф тӳлеттерет те, лăпланать лешĕ.
— Кулагин хăй те йĕркене пăсать. Машина туянчĕ те урам варринех гараж майласа лартрĕ. Никамран ыйтмасăр. Çитменнине, пĕр кирпĕч тытса пăхмарĕ хăй — йăлтах машинăпа трактор паркĕнчи слесарьсем тăрмашрĕç. Ĕç вăхăтĕнчех. Хăтăрса илтĕм те Кулагина — тепĕр куннех пушарниксем вĕçтерсе çитрĕç. Унтан — шыв инспекцийĕ, санитари инспекцийĕ... Штраф хыççăн штраф тӳлеме тиврĕ. Кулагин йăхлатса кулать: «Милици çыннисемпе ӳлĕм те хирлешетĕн-и? Татах пакăлтатса çӳретĕн-и?» — тет. Еретлĕ çын мар вăл. Сăмах тĕксе илтĕн-тĕк, тавăрма тытăнать. Каç пулсанах, Лидия Гурьевна патне каçать, ― тарăхса калаçрĕ совхоз директорĕ.
12
Ял Советĕнче уголовнăй розыск начальникĕ Аброськин сĕтел хушшинче протокол çырса ларать.
— Макар тракторист ку, ― терĕ милици Кăпитанĕ, допрос хучĕсене мана тыттарса. ― Ме, паллашăр.
Ольăна суранлатнă каç çамрăксем клубра вăйă ирттернĕ-мĕн. Макар тракторист виçĕ хутчен шкула чупса пынă, Ольăна вечера чĕннĕ. Лешĕ килĕшмен, экзамена хатĕрленмелле тенĕ. Мĕн тесен те, ĕçре-çке вăл. Чирлĕ амăшĕ вырăнне хуралта ларнă. Вĕренӳ çулĕ вĕçленнĕ пулсан та, шкула ачасем кулленех пухăннă. Ирхине уй-хирте тăрмашнă, кăнтăрла иртсен шкула пуçтарăннă та каннă, тĕрлĕ вăйăсем вылянă. Каçхи апат хыççăн киле саланнă. Вăйăсене Оля йĕркеленĕ, Макар ӳкĕтленине те пăхман вăл, ĕç планĕ çырнă.
Ку çеç те мар-ха. Ольăна тата урăххи шухăшлаттарнă. Ĕçпе кану лагерĕнчен икĕ хутчен апат-çимĕç çухалнă. Çавăнпа та Оля вăййа хутшăнма килĕшмен.
Макар ăна урама тухма чĕннĕ. Шăпах çав вăхăтра çарĕç пӳлĕмĕнче тем шăкăртатни илтĕннĕ, графин ӳксе çĕмĕрĕлнĕ... Оля коридора чупса тухнă. Хайхи пăшал сасси. Чӳрече кантăкĕсем чăнкăртатнă. Шари! çухăрса янă Оля. Макар вара шкула чӳречерен сиксе кĕнĕ, милицие евитленĕ...
Макар кайсан та, протокола алăран ямарăм, тепĕр хут вуласа тухрăм.
— Çĕнĕ хыпар пур, Юрий Иванович, — терĕ Аброськин, папкăри хутсене çавăрттарса. ― Хлимун тĕрмерен тухса тарнă. Ăна шырама та мана хушрĕç.
Халăх судне кайса, Хлимуна айăпланă приговор та тупса килнĕ Аброськин. Ăна вуласан, акă мĕн пĕлтĕм эпĕ. Хлимун ытлă-çитлĕ пурнăçпа иртĕнсе пурăннă. Гера ятлă йĕкĕтпе паллашнă. Лешĕ ăна ресторана иле-иле кайнă, таса мар ĕçе явăçтарнă, магазин çаратма хĕтĕртнĕ. Хлимун пĕлтернĕ тăрăх, хăçан тата хăш магазина кĕмеллине, мĕн-мĕн сăптăрса тухмаллине — пĕтĕмпех Гера каласа панă.
Элле, Лидия Гурьевна хушамачĕ те лекнĕ кунта. Ун чух Лидия Гурьевна Чурашра ĕçленĕ-мĕн, училище пĕтерсен пынă.
Эпĕ иккĕленнине сиссе, Аброськин çапла каларĕ:
— Суд хыççăн Лидия Гурьевна Чурашра аппаланмарĕ, Уйкаса куçрĕ.
— Гера епле çын? Судран вăл мĕнле пăрăнса юлнă? — тĕлентĕм эпĕ.
— Гера айăплине ĕнентереймерĕмĕр çав. Хлимун Гера хĕтĕртрĕ тет, лешĕ тунать. Урăх нимĕнле доказательство та çук. Гера суту-илӳ базин экспедиторĕ. Анчах базăра ĕçлекенсенчен пĕри те Хлимуна пелекен çук, ― ăнлантарчĕ Аброськин.
Хлимун ĕçе çур çĕр иртсен пуçăннă. Чăнах та, магазин патĕнче ун чух пĕр çын та пулман, урамра та никам та курăнман. Хлимун тимĕр пăчкипе çăра кукрашкине касса кăларнă та шала кĕнĕ. Алла çыхмалли сехетсемпе ылтăн çĕрĕсем шырама пуçланă. Сейфа питĕрсе хунă-тăр — сентре çинче нимĕн те тупăнман. Вăл вара сейф алăкне хирме тытăннă. Сасартăк алăк шăнкăрт хупăннă. Алака тĕксе пăхать Хлимун, ― ак тамаша! — урам енчен çаклатнă. Вăл вара, кантăка ватса, тулалла сикнĕ, карта урлă каçса, чие йывăççисем хушшине йăпшăннă. Йытă сассипе Хлимуна виçĕ çамрăк шыраса тупнă. Лешĕ, ӳсĕре персе, сĕлекине юхтарса выртнă, анчах çамрăксем ăна вăйпах кантура илсе кайнă...
Патшалăх пурлăхне çаратнăшăн ăна колоние ăсатнă. Халĕ акă унтан та тухса тарнă-мĕн.
— Виçĕмкун вăл амăшĕ патĕнче пулнă, Лидия Гурьевнăпа интересленнĕ, ― терĕ Аброськин, шухăша кайса. ― Сисĕнет, Лидия Гурьевнăпа Хлимун хушшинче темĕнле çыхăну пур. Сăнамалла: тен, Хлимун Уйкаса та вĕçтерсе çитет, Лидия Гурьевна патне.
Сасартăк алăк яр уçăлчĕ, хĕрарăм сасси янăраса кайрĕ:
— Эсир кунта халап çапса ларатăр. Лешкасра, ав, Алтатти аппана вĕлернĕ.
— Хăçан?.. Кам?.. — яшт сиксе тăчĕ Аброськин. Çук, хĕрарăм хуравламарĕ. Латсăр хумханнăскер алăка шартлаттарса хупрĕ те анаталла васкарĕ.
Ку хыпар пире те шалтах тĕлĕнтерчĕ. Эпир те Лешкаса тухса чупрăмăр.
13
Лешкас — Уйкасăн чи пĕчĕк урамĕ. Унта пĕтĕмпе те вунвиçĕ кил. Унталла-кунталла пăхсан, ку урамра никам та пурăнмасть тейĕн. Калинккерен тухакан сукмаксем, урам хушшинчи çул — пĕтĕмпех çеремленнĕ. Чӳречесене чус хăмапа çапса лартнă çуртсем те йышлă. Виç-тăватă çул каяллах тĕтĕм сӳннĕ пулмалла вĕсенче ― алăк хăлăпĕсем тутăхса ларнă.
Алтатти аппа çырма хĕрринчи йывăç çуртра пурăнать. Пӳрт умне эрешлентерсе решетке карта тытнă, чечексем лартнă. Кил хушшинче те йĕркеллĕ, таса. Хыпар-хăнар ялта хăвăрт сарăлать, Алтатти аппа пурăннă çурт умне те халăх йышлăн пухăннă. Кулагин та унта. Тимлесех Якур пиччене тĕпчет. Лешĕ пĕтĕм çанçурăмĕпе чĕтренсе, аллисемпе сулса ăнлантарать.
— Хуларан çитрĕм те ларатăп хайхискер. Кил хуçи çук. Алăка çăрапа питĕрмен, пралукпа кăна каркаланă. Апла аякках кайман пуль-ха терĕм. Кӳршĕ-аршăра-тăр. Пĕр сехет кĕтетĕп. Иккĕ... Тĕттĕмленме те пуçларĕ. Тăхлачă çук. Эп вара алăк айне хут татки çырса хĕстертĕм те юнашар çурта кайса лартăм. Паллах, хут татки курсан чупса пымалла ĕнтĕ. Мĕн ĕçпе çӳренине те пĕлет вăл. Ăна кĕтсе хам та чылайччен çывăрмарăм. Тул çутăлнă-çутăлман каялла чупса килтĕм. Пăхатăп, хут татки малтанхи вырăнтах выртать. Каркаланă пралука та никам та тĕкĕнмен. Апăрша, çавна та чухласа илеймен: фермăра ĕнтĕ тăхлачă, дежурнăй тесе ларатăп. Унччен те пулмарĕ — кил хушшине Варвари вирхĕнсе кĕчĕ. «Алтатти ăппа ăçта? ― тет. ― Ма ĕçе тухмасть? Чирлерĕ-и?» ― тет. Ку мана шалт тĕлĕнтерсе ячĕ. Хирĕç нимĕн те калаймарăм, каркаланă пралук еннелле кăна тĕллесе кăтартрăм. «Арçын-и эс е арçын мар-и? Ма уçса пăхмастăн? Тен, ăна ятарласа çаклатса лартнă. Тен, пӳртрен тухаймасть вăл», ― хăтăрать мана Варвари. Уçса пăхрăмăр та, ах — тăхлачă пăлтăрта выртать. Хĕп-хĕрлĕ юн... Варвари тӳрех кантура чупрĕ.
— Эс мĕн шăршласа килнĕ кунта, э? — чеен те шанăçсăррăн сăнать Якур пиччене Кулагин.
— Мĕн... укçа илме килнĕччĕ те,..
— Укçа... Ниçта та ан кай. Ял Советне пыратăн, ― патлаттарса хурать Кулагин.
— Ах, тем ан шутлăр-ха. Апла-капла шухăшличчен ура йĕрĕсене сăнаса пăхăр. Курăр, ак, ман ура йĕресем алăк патенче кăна, ― тимлесех ăнлантарать Якур пкчче.
— Тĕпчетпĕр. Пĕтĕмпех тĕпчетпĕр, ― сăмах хушрăм эпĕ, калинккерен кĕрсен.
— Ай, эсир те çитрĕр-и? — йăл-йăл çиçсе илчĕç Якур пичче куçĕсем.
Çынсем те килкартине кĕпĕрленсе кĕчĕç.
— Цирк мар кунта. Ан кĕрер. Юрамасть, ― каялла хăваласа кăларчĕ вĕсене Кулагин.
Портфельтен фотоаппарат кăларса, ирсĕр ĕç тунă вырăна ӳкере-ӳкере илтĕм.
Виле çывăхĕнче медицинăра усă куракан шприц выртать. Хĕрри çурăлнă унăн. Усă курас тесе-ши, çурăлнă вырăна изоляци лентипе чĕркекĕ.
Элле, çурмалла хуçлатнă конверт. Мĕне пĕлтерет тата ку? Ăçтан персе аннă? Алтатти аппа урайне тĕшĕрĕлсе ансан кăларса пăрахнă-тăр ăна — конвертăн ике енĕнче те юн тумламĕсем пур. Ăхă, хушамачĕ те паллă — Павлов Макар. Уйăх каялла Шуршăлтан янă ăна. Уçса пăхатпăр та, апапай! — унта шприца тăхăнтармаллн икĕ йĕп!
Урăх пăлтăрта нимĕнле япала та çук. Пӳртре те, вăлтăрта та калушпа утса çӳренĕ. Сĕтелти хутсене ӳппĕн-тĕппĕн çавăрттарнă. Виçĕ кун каялла Алтатти аппа перекет кассинчен тăватă пин укçа илнĕ-мĕн. Анчах сĕтелте пĕр пус та çук — йăкăртнă. Перекет кĕнекине кĕтеселле вăркăнтарнă.
Ăна-кăна чухлаканскер иккен — ниçта та пӳрне йĕрĕсем хăварман, резина перчетке тăхăнса иртĕхнĕ. Хăçан тата миçе тенкĕ илнине те, укçăна ăçта упранине те пĕлнĕ-тĕр çав йĕксĕк. Курман-илтмен çын пулсан, шкафри япаласене тустармалла, сентрери кĕнекесене уçа-уçа пăхмалла. Вăл, ав, тӳрех сĕтел патнелле ыткăннă, сĕтĕл сунтăхне ярса тытнă.
Эксперт пĕлтернĕ тăрăх, Алтатти аппана сакăр сехет каялла хаплаттарнă. Ай, вăйлă лектернĕ ăна. Çĕре шаплатса ӳкнĕ те тек хускалайман вăл — ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Кама тарăхтарнă-ха çак хĕрарăм? Кам шăл хăйраса пурăннă? Хăр-хар тума мар, сасса та хăпартса курман Алтатти аппа, пĕр çынна кӳрентермен ялта. Нивушлĕ укçа илĕртнĕ çав хапсăнчăка?
Инкек-синкек пулнă вырăна тишкерсе, протокол çырма лартăм. Ман пата Аброськин вăркăнса пычĕ. Аллине виç кĕтеслĕ шĕвĕр япала тытнă.
— Çак хатĕрпе шаплаттарнă-тăр Алтатти аппана, ― терĕ Аброськин, аллинчи япалана ман ума хурса. ― Кур ак, юн çыпçăннă вырăн та пур.
Çав япалапа, выльăх-чĕрлĕх кӳпĕнсе кайсан, хырăмран чикеççĕ. Ветеринари çыннисем ăна троакар теççĕ. Анкартинчи вĕлтрен хушшинчен туртса кăларнă ăна Аброськин.
— Атя анкартине те тишкеретпĕр. Шырасан-шырасан, тен, унта та мĕн те пулин тупăнать, ― васкасах анкартинелле утрĕ Аброськин.
Çапла, анкартинче те тĕлĕнтермĕшсем татах тупăнчĕç, Купăста кассисем хушшине пӳртре çӳренĕ калуша пăрахса хăварнă. Ăхă, пушмак йĕрĕ те пур. Çеремпе çĕрулми кассисем хушшине юлнăскер, чаплах мар та, çапах кӳмеркке майлама пулать. Чи кирли — кĕллине вырнаçтарнă çаптарккă аван палăрать.
— Апла-капла алхасакан Уйкасра çук. Аякран килнĕскер-тĕр, ― пĕтĕмлетрĕ уголовнăй розыск начальникĕ пушмак йĕрĕсене виçнĕ май. ― Пушмакĕ те ют патшалăхра ăсталанăскер.
— Уйкасра та халь тем тĕрлĕ пушмак та тăхăнаççĕ. Уйкас çыннисене те шанма çук, ― терĕ Кулагин, папкăри хутсене уçа-уçа. ― Тепĕр тесен, ытлашши ăшталанма кирлĕ мар. Виçĕ çынна ярса тытмалла кунта. Виçĕ çын шиклентерет: хуларан килнĕ Якур, Макар тракторист тата ветеринари фельдшерĕ Пракух. Сăлтавĕ те пур. Ак, хуларан килнĕ Якурах илер. Мĕн шăршласа çӳрет-ха вăл кунта? Асăрхарăр пуль, сăмахланă чух еплерех чĕтрерĕ. Апла, тем шиклентерет ăна, Тем хăратать. Лайăхрах хĕстерсен — персе ямалла вăл, айăпа та йышăнмалла.
— Хĕстермелле тетĕн?.. — тарăхса кайрĕ Аброськин. ― Кам ирĕк пачĕ сана унашкал иртĕхме? Участок инспекторĕн мар, уголовнăй розыск çыннин те, следователĕн те, прокурорăн та — никамăн та хĕстерме-сехĕрлентерме право çук. Ирсĕр ĕç тунă çын-и вăл е инкек-синкек тӳсекен — никама та кăшкăрма-хĕстерме юрамасть. Ку вăл саккуна пăсни пулать. Ун пек хăтланакана явап тыттараççĕ. Çакна ан ман: ирсĕр ĕç тăвакана тăрă шыв çине кăларас тесен, пайтах тăрăшмалла, инспектор юлташ. Пайтах тар юхтармалла, преступлени тунине ĕнентерекен япаласем тупмалла. Сăмахран, акă, мĕн пĕлмелле: Алтатти аппана кӳплеттернĕ хатĕре ăçтан тата кам илсе килнĕ? Конверт пирки те шухăшламалла. Шприц тата?.. Хутпа чĕркенĕ йĕпсем…
— Пĕлетĕп. Вĕсем çинчен те пĕлетĕп, ― аптраса ӳкмерĕ Кулагин. ― Вĕлтрен тĕмĕ хушшинчен туртса кăларнă хатĕре эп пĕрре мар Пракух аллинче курнă. Ветеринари фельдшерĕ вăл. Кӳпĕнсе кайсан, ĕнесене вăл çав хатĕрпе паклаттарать. Эрех тесен, тем тума хатĕр вăл. Варварипе арлă-арăмлă пурăнать. Маруçа та куç хĕсет. Хĕрарăмĕсем те каçса каяççĕ уншăн. Калаçма ăста-çке-ха. Шӳтлеме ăста. Менелник-и унта, пĕр-пĕр уяв-и — ялайах еркĕнне хаклă парне тыттарать Пракух. Тепер тăватă кунтан Варварийĕн çуралнă кун. Пракухăн халь укçа-тенкĕ хĕсĕкрех. Нумай пулмасть мотоцикл туянчĕ. Отпуск хыççăн ĕçе пуçăнни те виççĕмĕш кун кăна. Курăр ак, тĕпченĕ чух шат та пат тунать Пракух. Япшар чĕлхеллĕскер, тен, сире те тĕрĕс çултан пăрса ярать.
Калаçма чарăнса, Кулагин ман çине пăхса илчĕ. Сивлемерĕм эп. Чĕнмерĕм. Малалла калама хушса, пуçа кăна сĕлтрĕм. Ку Кулагина самай çунатлантарчĕ, хаваслансах хăй шухăшне тăсрĕ:
— Шприцпа йĕпсем пирки Макар тракториста тапăртаттармалла. Çав шприцпа вăл хĕрсене шывпа сирпĕтетчĕ. Çав шприца тата унта тăхăнтартмалли йĕпсене Шуршăл больницинчен илсе килнĕ вăл. Медсестрапа паллашнă та кашни каç Шуршăла йăрккать халь Макар. «Нива» машина туянасшăн ăшталанать. Анчах укçа çитмест унăн. Янтта хапсăнса, Макар та çак ĕçе тума пултарнă.
— Медсестрана епле чĕнеççĕ? — ыйтрĕ Аброськин, пăртак шухăшласа ларнă хыççăн.
— Вăт ăна пĕлместĕп вара. Мĕншĕн тесен ман участок мар. Çапах сăнран паллатăп: яштака та çинçе пилĕклĕ хĕр. Куçĕсем пиçсе çитнĕ çĕмĕрт пек хуп-хура. Кирлех-тĕк, туххăмрах ыйтса пĕлетĕп: мĕн ятлă вăл? Ăçтан килнĕ? Хăçантанпа Макарпа пăшăл пăтти пĕçерет. Ăна пĕлесси пĕртте кăткăс мар. Уйкас Макарĕ хăш медсестрана илĕртет тесе, главнăй врач патне шăнкăравламалла — ĕçĕ те пĕтрĕ.
Паллах, медсестрапа та юмахламалла пирĕн. Анчах вăл тĕп ыйту мар. Пирвай çенĕкре тупнă япаласене тĕреслемелле.
14
Эксперт пирĕн шухăша çирĕплетрĕ: Алтатти аппана пуçран шĕвĕр те виç кĕтеслĕ япалапа, троакарпа, тӳнклеттернĕ. Унашкал хатĕр Уйкасра, чăнах та, Пракухăн кăна. Ку самай шухăша ячĕ, Пракухпа курнăçма васкатрĕ. Мĕншĕн кантура чĕнтернине хăй те сисрĕ пулмалла, алăкран кĕнĕ-кĕмен мăкăртатма пуçларĕ:
— Пĕрре çылăха кĕнĕ пулсан, пĕтĕм усал-тĕселе ун çине йăвантармалла-и?
Чăнах та, çылăха кĕме ĕлкĕрнĕ-мĕн Пракух. Ултă çул каялла, ветеринари техникумĕнчен вĕренсе тухсан, çара кайма хут панă ăна. Пракуха чысласа, Культура .керменĕнче ăсату каçĕ ирттернĕ. Чиперех янăранă кĕвĕ-юрă. Сасартăк хумханмалли тупăнать — çамрăксем хавасланнă çĕре пĕр пуçтах этем вирхĕнсе кĕрет, Пракух ташланă хĕре ярса тытать те вăртти-вартти çавăрттарма тытăнать. Пракуха килĕшмест ку. Пуçтаха ярса тытать те пĕррех янахран тăхăнтартать. Эх, пуçланать вара тĕркĕшӳ-çапăçу... Тепĕр кунне Пракуха çара мар, милицие илсе каяççе. Вара унăн виçĕ çул хушши Çурçĕрте йывăç касма тивет...
— Ма салхуллă эс, Пракух. Ма пăлхануллă? Ларăр.
Лăпланăр кăштах, ― сĕтел умĕнчи пукан еннелле тĕллесе кăтартрĕ Аброськин.
— Мĕн савăнмалли пур? Следователь вăл артист мар, чун-чĕрене çĕклентерме чĕнмест, ― пĕр уяса тăмасăр персе ячĕ Пракух. ― Çитменнине тата, инкек-синкекĕ еплерех. Кам хавасланать ун пек чух.
— Каласа пар: ĕç-пуç мĕнле пулса иртрĕ? — шăтарасла пăхрĕ Пракух çине Кулагин.
— Мĕн çинчен?.. Выльăх-чĕрлĕхе чир-чĕртен епле сыватни çинчен-и?.. Е Лидия Гурьевна патĕнчен участок инспекторĕ еплерех кĕрĕк хĕстерсе тухни çинчен? — йĕкĕлтесе илчĕ Пракух.
— Эс мĕн... ăçта ларнине те туймастăн-и? Сана допроса чĕнтернĕ. Кала, ĕç-пуç епле пулса иртрĕ? — сасса самаях хăпартрĕ Кулагин.
― Еç-пуç тĕрлĕрен пулать. Уçăмлăрах калăр: мĕн çинчен сăмах çаптармалла ман, ― кăмăлсарланса урамалла тинкерчĕ Пракух.
— Ха, пĕлмĕш пулать тата, ― кăнн пăхрĕ Пракух çине Кулагин. ― Сăмах кунта Алтатти аппа çинчен пырать. Куç хĕсмен-и ăна эс, э? Ун патĕнче пулман-и?
— Çылăха ан кĕрĕр, лейтенант юлташ, ― вăшт тепĕр еннелле çаврăнса ларчĕ Пракух. ― Çăмăлттай хĕрарăм пулман Алтатти аппа. Вăл — пурнăç çынни. Пĕчĕклех сĕм-тăлăха тăрса юлнăскер, ĕçе еплерех юрататчĕ, епле-рех ĕçлетчĕ...
Тата темскер ыйтасшăнччĕ Кулагин — ирĕк памарăм, чартăм. Ара, сăмахпа перкелешсе лармалла-и? Тĕпчемелле пирĕн. Следствие кирлĕ материалсем пухмалла. Çав йĕксĕкĕн йĕрĕ çине ӳксе, ăна тăрă шыв çине кăлармалла.
Кулагина урăх ĕç патăм та Пракуха хам пата чĕнсе илтĕм.
— Аш-пăш ваклакан тесе, «мясник» тесе, ку «ĕçе» те ман çине йăвантарасшăн-и? Йăнăшатăр. Пĕрре алхасса курнă, «мясник» ятне илтнĕ — çитет. Тек ашкăнмастăп, çултан пăрăнмастăп. Çынна суранлатма-и? Çук, нимле «перо» та, ял çыннисем пек каласан, çĕççе эппин, текех алла тытмастăп. Ирсĕр ĕç тума мар, хăр-хар тăвакансенчен те пăрăнса утатăп. Вунçиччĕре мар эп халь. Çулланнă. Ман ура çине те «ĕне» пуснă. Çĕнĕ кил-çурт çавăрма хатĕрленетĕп. Авланма шутлатăп. Ферма ĕçченне, Варварие, качча илетĕп. Çĕркаç та пĕрле пулнă эпир. Ăçтан тата мĕн-мĕн туянмаллине палăртнă. Туй тусах савăнтарасшăн-ха ял çыннисене. Иксĕмĕрĕн те ĕмĕтсем пысăк. Чĕрере — шĕл-кăвар. Çĕркаç эп ăçта пулнине Варварирен те ыйтма пултаратăр. Вăл яланах чăннине калать. Тыттармасть. Вăрманта мар, ялта курнăçнă эпир. Кӳршĕ-аршă умĕнче, ― эп мĕн çырнине сăнаса, пĕр васкамасăр сăмахларĕ Пракух. Куçĕсем сарă унăн. Пысăк. Хăй тĕреклĕ, патвар. Сисĕнет: чăннине калать вăл. Нимĕн те пытармасть. Çапах ыйтмалли-кăсăкланмалли татах пур-ха ман.
— Кăнтăрлахи апат умĕн эсир фермăран Алтатти аппапа пĕрле таврăннă. Ун патĕнче те пулнă теççĕ. Тĕрĕс-и ку?
Çырма чарăнсах сăнатăп Пракуха. Вĕчĕрхенмест вăл, кӳçĕсене ниçталла тартмасть. Лăпкăн, чуна уçса калаçать:
— Çапла, фермăран пĕрле таврăнтăмăр. Кил хушшине те кĕрсе тухнă. Асăрхарăр пуль, еплерех хуçалăх унăн: сарай, кĕлет, нӳхреп... Вĕсене тытса тăма ай-яй йывăр. Уйрăмах пĕччен хĕрарăма. Çулленех ăна çĕнетмелле, кăна улăштармалла. Алтатти аппан та сарай тăрри унтан-кунтан шăтнă. Ăна юсаттарма вĕткеленетчĕ, сарай тăррине хĕçтимĕртенех виттересшĕнччĕ. «Пырса пăх-ха, миçе метр хĕçтимĕр туянмалла ман», ― терĕ те, турткаланса тăмарăм. Килĕшрĕм. Виçсе-уяса пăхрăм та миçе лист туянмаллине пĕлтертĕм. Унтан çапла каларĕ: «Аллу-уру çыпçăнать. Вăхăт тупса, майласа пар-ха». Ăна-кăна ăсталама пĕчĕклех атте хăнăхтарнă мана. «Пулăшакан пулсан, пĕр-икĕ кунтах витме пулать. Макар тусăм килĕшсен, леш эрнере тытăнатпăр», ― терĕм те Алтатти аппа патĕнчен киле тухса утрăм. Паллах, хак тунă ятпа чей ĕçме те чĕнчĕ Алтатти аппа, анчах пӳрте кĕрсе чăрмантармарăм эп.
— Çак хатĕр пирки мĕн калама пултаратăр тата? ― Аброськин тупнă троакара, портфельтен кăларса, сĕтел çине хутăм. ― Кунашкал япала камăн пур?
— Иçмасса, ман хатĕр вĕт-ха ку, ― троакара кап ярса тытрĕ Пракух. ― Ĕнер те усă курнă эп унпа. Ир-ирех ĕнесене сывлăмлă клевер çине кăларса янă та иккĕшĕ кӳпĕнсе кайнă. Эп вара çак хатĕрпе ĕнесене хырăмран паклаттартăм. Юн çыпçăннă вырăн та пур ак. Ăна эп ĕç хыççăн шкафа пăрахнăччĕ...
Ветеринари пунктĕнче кам пулчĕ тата? Кам кĕрсе тухрĕ?
— Ай, ăçтан астуса çитерĕн?.. Ятарласа сăнаса ларман та. Каларăм ĕнтĕ: малтан Алтатти аппа пулчĕ. Унтан... Лидия Гурьевна, магазин заведующийĕ, кĕчĕ пулас.
— Лидия Гурьевна мĕн йӳтĕмпе çӳрерĕ. Выльăх-чĕрлĕх чирленĕ-и ун е...
— Çук, манпа мар, Алтатти аппапа сăмахларĕ вăл. Хĕçтимĕр пирки калаçрĕç. Юлашкинчен Лидия Гурьевна сăмаха ак епле вĕçлерĕ: «Перекет кассинче укçа пур паян. Магазинта сутса тунă укçана йăлт перекет кассине патăмăр. Ултă пин тенкĕ».
— Укçа пирки кам сăмах пуçларĕ малтан? Алтатти аппа-и е Лидия Гурьевна?
— Хĕçтимĕр пирки Алтатти аппа пĕр-икĕ кун тăхтама ыйтрĕ. Лидия Гурьевна вара укçа-тенкĕ çине куçрĕ... Тăмана, тинех аса илтĕм: Лндия Гурвевнăпа пĕрле тата тепĕр арçын кĕчĕ. Çӳллĕ те сарлака хулпуççиллĕскер...
— Мĕн калаçрĕ çав арçын? Ун-кун сăнарĕ-и?
— Ах, ăна-кăна тăнламарăм çав. Сăнамарăм. Район валли отчет хăтĕрлеттĕм те...
— Алтатти аппана шăпах çак япалапа шаплаттарнă, Пракух. Çавăнпа та аса илĕр-ха: кам пулчĕ тата унта? Мĕн-мĕн çинчен калаçрĕç.
— Ай-пай-пай! Тăр-кăнтăрлах шар çурма пулать иккен. Ах, тем ан шутлăр-ха. Апла-капла шухăш пулман ман. Ирсĕрсемпе çыхăнман.
Ветеринари пунктне те çитсе куртăмăр — Пракух хунă вырăнта троакар çук. Ку ăна калама пĕлмелле мар хăратса пăрахрĕ, Сăнĕ-пуçĕ шуралса-кăвакарса кайрĕ. Ара, ветеринари пунктне кĕмелли çăра Пракухăн кăна.
Тек вăл пĕр сăмах та калаймарĕ. Ик аллипе тăнлавне пăчăртаса тытрĕ те диван çине лăст тăсăлса выртрĕ.
Чăрмантармарăм ăна эпĕ, нимĕнле ыйту та памарăм — пурпĕрех вăл урăх нимĕн те пĕлтерес çук. Урама тухрăм.
Тин çеç институтра лекци тăнланă евĕр, профессор ăс панине аса илтĕм: «Çăраççи вăл пăрмасăр уçăлмасть. Усĕм тени те тимлемесĕр пулмасть. Ирсĕр ĕçĕн тупсăмне тупас тесен, сисĕмлĕ пулмалла, сăнама-тĕпчеме пĕлмелле. Инкек-синкек пулнă вырăнта-и следователь е кунтелен пурăннă-ĕçленĕ çĕрте — пур чух та тимлĕ пулмалла. Нихăçан та васкамалла мар. Шыракан çын яланах мĕн те пулин тупать»,
Эпĕ те шыратăп, сăнатăп ак. Алтатти аппа патĕнче те, ветеринари пунктне çитсен те... Следствие кирлĕ япала пурпĕрех тупаймарăм-ха, йĕр çине ӳкеймерĕм...
Пракух, чăн та, сакăр сехет каялла, Алтатти аппана тӳнклеттернĕ вăхăтра, Варварипе пĕрле пулнă, туй валли Ачакран сăра илсе килесси çинчен калаçнă. Кун çинчен Варвари те, пускилти çынсем те çирĕплетеççĕ, ĕнентереççĕ.
Ку тата, Пракух япали, троакар тени, ăçта илсе пырать. Унта вĕт Пракухăн йĕррисем пур, Пĕрре мар усă курнă унпа Пракух. Малтан та, Алтатти аппана шаплаттарнă кун та. Паллах, çав йĕрсем те упранма пултарнă.
Чим-ха, мĕншĕн-ха эп пӳрне йĕрĕсем кăна шыратăп. Паллă вĕт-ха: Алтатти аппана тирпейлекен çурмаккай мар. Латсăр чее вăл. Куркаланăскер. Çак ĕçе вăл тĕплĕн хатĕрленнĕтĕр. Йĕр çухатас тесе, следстви çыннисене Пракухпа çыхăнтарас тесе, ятарласа усă курман-ши çав ирсĕр çак хатĕрпе?
Чим-ха, Пракух епле каларĕ-ха: «Яштака та сарлака хулпуççиллĕскер. Хуп-хура уссилĕскер...» Кам вăл? Ветеринари пунктне мĕн йӳтĕмпе пынă вăл? Пракух пӳлĕмĕнчи япалана вăл та хĕстерсе тухма пултарнă. Пӳлĕме кĕрсе тухнă. Апла унăн та ура йĕрĕ пулма кирлĕ. Шел, вăл мĕн тăхăннине Пракух сăнаман. Иçмасса, Лидия Гурьевнăпа пĕрле пулнă вĕт-ха вăл. Апла, Лядия Гурьевна пĕлет. Ав кампа калаçмалла манăн.
Пĕр утăм малалла ярса пусрăм та чарăнса тăтăм. Крыльца хĕрринче, сапаланнă хăйăр çинче, йĕр асăрхарăм, Пушмак йĕрĕ! Кĕлли кăна та, çапах яр-уççăн курăнать. Уйрăмах çантаркки аван ӳкерĕнсе юлнă. Виçсе-танлаштарса пăхрăм та, ай, ваçка! Алтатти аппан анкартийĕнчи йĕр пекех вăл, Тимлесех кӳмеркке майларăм. Ку ĕнтĕ Лидия Гурьевнăпа пĕрле çӳренĕ арçынна шырама хушать.
15
Шыранă чух нихçан та хама кирлĕ çынна тĕл пулаймастăп эп. Ăçта кăна çитмерĕм — Лидия Гурьевна ниçта та çук, Вăл ăçта пăчланнине Уйкасра никам та пĕлмест.
Вадим трактористпа курнăçасси те пулмарĕ. Вăл та ир-ирех таçта тухса шăвăннă. Эп вара Шуршăла тухса уттартăм, Макар куç хывнă хĕре шыраса тупрăм.
Шуршăл хула мар. Сăмахпа каласа, хĕре сăнласа патăм, Макар тракторист ятне асăнтăм та яла кĕне-кĕмен кирпĕчрен купаланă çурт еннелле тĕллесе кăтартрĕç: «Люда-и?.. Медсестра-и?,. Ав çав çуртра, виççĕмĕш хутра, пурăнать». Миçемĕш хваттерне те каларĕç, Анчах хĕр киле тĕттĕмленсен тин таврăнать. Больницăра специалистсем çитмеççĕ те, икĕ çыншăн ĕçлет Люда. Больници те инçетре мар тата. Ял çумĕнче, мăн çул хĕрринче, ларать. Унтах — ем-ешĕл сад. Çимĕçĕ ăнса пулнă та, тураттисем пĕкĕ евĕр аялалла усăнса аннă.
Мана курсан, хĕр именсе-хĕрелсе кайре. Кăмăлсăрланнă пулăм палăрчĕ. Ара, хам та кăнттамрах хăтлантăм пулас. Сăмах юптарса тăма вăхăт хĕсĕкрех-çке-ха — кăлартăм та кăтартрăм Алтатти аппа патенче тупнă конверта.
— Çак конверта кам çырса янă? Эсир мар-и?
— Ют конверта пĕçертме епле хăятăр? Кам вара эсир тарăхса кайрĕ хĕр.
Хам хушамата каларăм та удостоверени кăларса кăтартрăм. Макар ята асăнсан, Люда тӳрех хăраса ӳкрĕ, чĕтремех ерчĕ.
— Çаратнă-и ăна?.. Вĕлернĕ-и!.. Ах...
Аран-аран лăплантартăм хĕре. Уйăхкаялла çуралнă кун ячĕпе саламланă Макара Люда. Пĕр-пĕрне вĕсем икĕ çул хушши пĕлеççĕ. Училищĕре вĕреннĕ чух, Шупашкарта, анлă Атăл хĕрринче паллашнă. Уйкаса пыма чĕннĕ ăна Макар, Уйкасра та медсестрасем кирлĕ-мĕн. Мĕн тăвас тетĕн? Çамрăк специалистсене комисси ĕçе вырнаçтарать — Людăна Шуршăла ĕçлеме вырнаçтараççĕ.
— Çак шприцпа ăçта усă кураççĕ? Медицинăра е... ― конвертран туртса кăлартăм та Людăна тыттартăм.
— Манăн шприц ку? ― пĕр тăхтаса тăмасăр каларĕ хĕр. ― Йĕпписемпе те эпĕ усă курнă. Анчах кивелнĕ вĕсем. Юрăхсăра тухнă. Акт çырса пăрахăçланă ăна эпир. Эмалленĕ таза пăрахрăм та, Макар пуçтарса чикрĕ. «Пурнăçра катăк пуртă та кирлĕ пулать. Ма пăрахмалла ку йăпсене. Чиперех вĕт-ха вĕсем. Усă курма та пулать», ― терĕ.
«Ак тĕнче! Макар аллинче пулнă иккен вĕсем, Ветеринари пунктне те кĕрсе тухнă Макар. Нивушлĕ вăл...»
— Çынни çапла вăл. Пур ăпăр-тапăра пуçтарать. Ун сарайне кĕрсе курсан, куçпуç алчăраса каять. Темтепĕр пур. Пĕр минут та ахаль лармасть тата хăй. Пĕрмай тем касать, çыпăçтарать... — хаваслансах сăмахларĕ Люда.
Урам енчен машина сасси илтĕнчĕ. Иксĕмĕр те унталла çаврăнтăмăр. Кантăк умĕнче вĕр-çĕнĕ «Нива» тăра парать. Руль умĕнче — Макар.
— Ак хăй те вĕçтерсе çитрĕ, ― Макара кăчăк туртрĕ Люда. Ĕмĕт пурнăçланчĕ унăн. Машина туянчĕ.
Вăтам пӳллĕ те тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ Макар. Сăн-пичĕ тулли. Куçĕсем хура. Машина туяннăран-ши, е савнийĕ кĕтсе илнĕрен — латсăрах хаваслă вăл.
— Уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен, машина çине ларатпăр та Хура тинĕс хĕррине вĕçтеретпĕр. Хура тинĕс хĕрринче канатпăр, ― Людăна алăран ярса тытрĕ Макар.
— Ай, намăс-симĕсе те пĕлместĕн-и? Çынсенчен те вăтанмастăн-и? — аллине карт туртса илчĕ Люда. ― Сана, ав, следователь йĕрлет.
— Мана?.. Мĕншĕн?.. Никама та çаратман эп. Машина черет тăрса туянтăм. Пин тенкĕ çитмерĕ те тетерен кивçен илтĕм, ― тимлесех каласа пачĕ Макар.
— Мана машина мар, ак çак шприц кăсăклантарать, ― терĕм те шприц еннелле тĕллесе кăтартрăм. ― Ăçта пăрахса хăварнă ăна эс?
— Киле илсе пытăм та çенĕкри шкафа хутăм. Тек тĕкĕнмен ăна эп, ― шак хытса тăчĕ Макар. ― Çак конверт та çав шкафрах выртнă.
— Пракух пулнă-и сан патăнта?
— Кĕркелесе тухнă. Унтанпа ĕнтĕ икĕ уйăх та иртрĕ. Хам пултăм ĕнер ун патĕнче. Алтатти аппа сарай тăррине хĕçтимĕр виттересшĕн те... Вăхăт тупса, хĕçтимĕр витме пыраймăн-ши терĕ те...
— Шухăшла-ха, çак япаласене шкафран кам илсе тухма пултарнă?
— Ой, кама кирлĕ вĕсем? — аллине лăст сулчĕ Макар. ― Çĕрте выртсан та, никам та илес çук.
— Аса ил-ха, сирĕн патăрта кам пулнă тата? Пĕтĕмпех аса илме тăрăш-ха?
— Кам?.. — ĕнсине кăтăрт-кăтăрт хыçрĕ Макар. ― Лидия Гурьевна пулчĕ ĕнер. Хĕçтимĕр тиесе килнĕ те... «Кирлĕ мар-и?» — тет. Машина туянма хатĕрленнĕ те... Паллах, пур япала пăсмасть. Хĕçтимĕрĕ те пур чух та пулмасть. Ăна туянма укçа çук. Килĕшмерĕм.
— Пĕччен кăначчĕ-и Лидия Гурьевна?
— Хĕçтимĕр тиенĕ машинăпа кĕрлеттерсе çитрĕç вĕсем. Манпа Лидия Гурьевна кăна калаçре. Шоферĕ, самай тĕреклĕскер, кабинăран тухса, ун-кун уткаласа çӳрерĕ — пӳрте кĕмерĕ.
— Сăнласа парăр: сăнĕ-пичĕ мĕнле çав шоферăн?
— Ах, пултараймастăп. Художник мар.
— Курнă вĕт-ха эс ăна. Пуçĕ-куçĕ мĕнле, кĕлетки-çурăмĕ...
— Ман пекех этем вăл. Çамрăк та мар, ватах та мар. Вăтăрсене çывхарнăскер. Янахне вара яп-яка хырса тасатнă.
«Уссиллĕ терĕ-çке Пракух. Хăш вăхăтра хыртарма ĕлкĕрнĕ вара? Ветеринари нунктĕнчен тухсан, вунпилĕк минутранах Макар патне çитнĕ вĕсем. Тен, Пракух тем пăтраштарать? Тен, Макар сăнаса юлайман».
— Урине мĕн тăхăннăччĕ шофер?
— Шуйттан путекки, ăна сăнама та пĕлеймерĕм çав. Люда панă шприц Алтатти аппа çенĕкне пырса выртни Макара та шухăша ячĕ.
Кирлĕ йĕр тупас тесе, шофер уткаланă вырăна çав тери тимлĕн тишкертĕм. Усси пулмарĕ — кавир пек çерем çине нимĕнле йĕр те юлман.
Эп вара каллех Лидия Гурьевна пурăннă çурт латнелле таплаттартăм.
16
Пĕр сехет кĕтрĕм. Иккĕ... Лидия Гурьевна пурпĕрех çук.
Сетел çине лартса хăварнă тирĕксене ачисем пĕтĕмпех пушатнă. Амăшĕ хăçан тухса кайнине те курман вĕсем ― çывăрнă. Хăçан килессе те пĕлмеççĕ.
Магазин та иртенпех хупă тăрать. «Пĕр-пĕр дефицит илсе килет пуль-ха», ― тесе калаçкалаççĕ те тавар туянакансем килĕсене саланаççĕ.
Магазин умĕнче те чылайччен тăпăртатса тăтăм — Лидия Гурьевнăна кĕтсе илеймерĕм. Ун пирки милицие свитлемелле мар-ши тесе, тăкăрлăкалла пăрăнтăм та, Якур пичче чарса тăратрĕ.
— Юрий Иванович, тархасшăн, хута кĕр. Пĕтерет мана Кулагин. Тапăртаттарать те тапăртаттарать. «Алтатти аппана эс шаплаттарнă, ― тет. ― Каласа пар: ĕç-пуç мĕнле пулса иртрĕ. Айăпа йышăнсан, кайран çăмăллăх пулать», ― тет. Куртăр вĕт-ха: ĕнер яла пĕрле таврăнтăмăр. Ах, çав кине итлесе... — пĕççине шарт çапрĕ Якур пичче, ― Пĕчĕк ачапа ларать те, хĕрхентĕм, ара. Хамăн тата шăпах икĕ кун канмалла...
Алтатти аппана шăп та лăп Якур пичче яла пырса кĕнĕ вăхăтра тӳнклеттернĕ. Кулагин ăна çавăнпа ярса тытнă-тăр. Çынна вĕлерме мар, автан та пусса курман Якур пичче. Алтатти аппа утмăл килограмм таять. Çӳллĕшĕ те самай — икĕ метра çирĕм сантиметр çеç çитмест. Туп-тулли пăрçа миххисене вăл мечĕк пек тыта-тыта ывăтнă. Ăна лĕпкерен лектерес пулсан, Якур пиччен Алтатти аппаран кăшт çӳллĕрех пулмалла. Вăл, ав, Алтатти аппаран вăтăр сантиметр печĕкрех.
— Кала-ха, Якур пичче, эс пынă чух картишĕнче нимĕнле сасă-чĕвĕ те илтĕнмерĕ-и? Никам та курăнмарĕ-и?
— Пырса кĕтĕм те, чĕмере, картишĕнче шăпăрт. Нумай та вăхăт иртмерĕ — сарай хыçĕнче шатăрт хуçăлчĕ турат. Тăхлачă хăмла шăччисемпе аппаланать пуль-ха тесе, анкартине тухрăм, кукша пуçлă арçынна асăрхарăм. Лешĕ çĕрулми кассисем хĕррипе уялла вашлаттарать. Палларăм ăна эп. Ара, леш эрнере магазинта куртăм. Пытăм та хайхискер — магазина шал енчен питернĕ. Пăшăлтатнă сасă пурпĕрех илтĕнет. Шак-шак-шак! тутартăм алăка. Ярр уçрĕ алăка Лидия Гурьевна. Шалтан тĕреклĕ арçын лаплаттарса тухрĕ. Шакла пуçлăскер. Сылтăм питçăмартинче, хăлха тĕлĕнче, икĕ пӳрне пысăкăш тумха пур. Шлепкине тăхăнчĕ те пĕр сăмах та чĕнмерĕ, анаталла таптарчĕ. Çав тумхаран палларăм ăна. Уйкасра кăна-и? Шупашкарта та курнă ăна эп. Эсир те пĕлетĕр ăна, Юрий Иванович. Аса илĕр-ха леш хура мăйăхлă каччăна, хĕрарăмпа арçынна чăнттн-чантти тутараканнине. Вĕсене пула мана та допроса чĕнтĕн. Хура мăйăхлă каччăна шăпах çав кукша пуç туртса антарчĕ. Хушамачĕ мĕнлеччĕ-ха? Наганов-и?
— Нагаев. Эдик ятлăччĕ пулас. Ну, ку нимех те мар. Вăл ăçта пурăннине те, ăçта вăй хуннне те ыранах тупатпăр.
— Ăхă, Нагаев. Чамăрĕ... чăмăрĕ епле унăн, э? Шăп та лăп сăра алтăрĕ. Кăрст! кăрăслаттарчĕ-тĕк пĕрре, кирпĕч те чăл-пар арканмалла. Лидия Гурьевна та пĕлет-тĕр ăна, Курман-илтмен çынпа магазинта питĕрĕнсе ларас çук вăл, Пăскăрт-ха ăна пĕрре: мĕн тума пынă вăл тăхлачă анкартине?
— Ан иккĕлев, паян-ыранах шыраса тупатпăр. Хыпар-хăнаршăн тавтапуç.
Якур пичче уйрăлма васкамарĕ, пĕчĕк ача пек, алăран çатăртаттарса тытрĕ.
— Тăхта-ха кăштах. Хамăр ялсем пек пул. Тăванпĕтене пĕлтермелле-и халь? Вилене вĕт ку шăрăхра нумай тытма юрамасть.
— Хыпарламалла, паллах. Экспертсем хăйсен ĕçне пĕтерчĕç-тĕк, пытарма юрать.
— Э... мĕн тата... Инна Лутра Пакăша куçса пынă. Упăшкинчен уйрăлнă тет. Курсан-тусан, мĕн каламалла, э?
Ах, çак Якур пиччене...
17
Лидия Гурьевна киле сĕм-çĕрле, калама пĕлмелле мар пăлханса таврăнчĕ. Эп пӳрт умĕнчи пĕчĕк сак çинче ларнине курсан, тăп чарăнса тăчĕ те çапла ыйтрĕ:
— Юрий йванович, эсир мана кĕтетĕр-и?
— Ма унашкалах хумханнă вара эсир? — персе ятăм эп.
— Мĕн савăнмалли пур? — хашш сывласа ячĕ Лидия Гурьевна, ― Ял çыннисем ăна-кăна ăнланмаççĕ: ку кирлĕ те вăл кирлĕ теççĕ. Тупса памастăп — эп начар ĕçлетĕп, тавар туянакансем ыйтнине тивĕçтерейместĕп. Кам мĕн ыйтнине хут çине çырса тултаратăп та чупатăп вĕшле йытă пек. Унта çитетĕп, кунта йăлăнатăп. Эйпет япаласене райпора ĕçлекенсем те ялалла ăсатасшăнах мар. Паян, ак, кăвак шуçăмла тухса кайрăм та тин кăна çаврăнса çитрĕм. Лĕпĕстетрĕм-лĕпĕстетрĕм, лаштăрах ывăнтăм — усси пулмарĕ, пĕр япала та парса ямарĕç.
— Хĕçтимĕр ăçтан параççĕ? Ăна тупма йывăр-и?
— Эй, хĕçтимĕр тупас тесен, пайтах хашкамалла. Базăра çук вăл. Унтан-кунтан тупатпăр. Юрать, тăнлă-пуçлă çынсем пур. Вĕсем ăстăн параççĕ, пулăшаççĕ.
— Камсем вĕсем, ăслă-тăнлă çынсем?
— Завод пуçлăхĕсем. Пĕлместĕр-им, заводсен те халь ял çыннисем валли таварсем туса кăлармалла. Чашăк-тирĕк, савăт-сапа... Заводшăн ку пĕртте усăлла мар. Тытаççĕ те хĕçтимĕре ялалла ярăнтараççĕ. Капла ак, хĕçтимĕре ваклаттарса, савăт-сапа ăсталаса, укçа-тенкĕ тăккаламалла мар. Заводшăн та усăллă, ял çыннисем те кăмăллă.
— Еххим пиччене ĕнер хĕçтимĕр туянтарнă. Кам турттарса килчĕ? Завод çынни-и е совхоз шоферĕ?
— Хуларан вăл. Мĕн ятлă — пĕлместĕп.
— Уссиллĕ-и?
— Чăнласах калатăп: пĕлместĕп. Чалăш туталлă шофер килет-и, шĕвĕр сăмсаллă-и — нихçан та сăнамастăп. Ай-яй, вĕрентрĕ пĕр йĕксĕк мана. Тавар тиерĕмĕр те Уйкасалла ĕрĕхтерсе пыратпăр. Вăрмана çитрĕмĕр те, тăп чарчĕ машинăна. Мотор хĕрсе кайрĕ, кăштах уçăлтармалла тет. Атя, эсĕ те тух, уçă сывлăшпа сывлатпăр, чечексем тататпăр тет. Тухрăм та — кап ярса тытрĕ пилĕкрен. Каçса кайса чуптăвать, унтан та кунтан хылашлать, пăчăртать... Тытрăм та йĕкĕте пур вăйран кăкăртан тăнклаттартăм. Палт персе анчĕ çĕре, çур сехет пĕр хускалмасăр выртрĕ. Çавăн хыççăн пĕр шоферпа та сăмахламастăп, вĕсем çине çаврăнса та пăхмастăп. Качака такисем вĕсем, шоферсем. Курнă-курман хĕрарăма ярса тытаççĕ. Кăштах кулса кăтартсан вара — пĕтрĕ пуç. Эй, мĕн кăна курман эп хам ĕмĕрте... Çапла, пĕччен хĕрарăмăн пурнăç çăмăл мар. Такам та çыпçăнать.
Лидия Гурьевна куçĕсене тутăр вĕçĕпе шăла-шăла илчĕ, ассăн та вăрăммăн сывларĕ.
— Мĕншĕн-ха эпир урамра пакăлтатса тăратпăр? Вунçиччĕре-и эпир? Кил-çуртсăр-и? Атя шала кĕретпĕр.
— Чăрманмастпăр пуль. Ачасем çывăрма выртнă.
— Мĕн чăрманни?.. Хам та выçă. Ирхине кăшт-кашт çырткаларăм та, хулара чей ĕçме те вăхăт тупăнмарĕ. Атя, ман ачасем пăшалтан персен те вăранмаççĕ, ― йăл кулса илчĕ Лидия Гурьевна, йăкки-якки авкаланчĕ.
— Калăр-ха, хăçан та пулин Нагаев хушамата илтнĕ-и?
— Çук, астумастăп.
— Леш эрнере вăл Уйкасра, лавккара, пулнă.
— Ханжаев кĕрсе тухать-и унта, Алаев-и — кам шуйттанĕ пĕлет. Хушамачĕсене каламаççĕ вĕт-ха вĕсем.
— Сирĕнпе вăл алăка çаклатсах пăшăлтатнă. Ун пекки вĕт пур чух та пулмасть.
— Алăка çаклатса лартасси-и? Пайтах пулнă. Уйкасра эрех-сăра суттармаççĕ. Хутран-ситрен эп пурпĕрех илсе килетĕп. Вăрттăн-карттăн. Паллах, ку саккуна пăхăнманни шутланать. Штраф та пĕрре мар тӳлеттернĕ мана уншăн. Ватă çынсемпе вăрçă инваличĕсене хĕрхенетĕп. Нивушлĕ хăрах ураллăскерĕн, эрех шыраса, вуншар çухрăм танккамалла. Çĕршыва хӳтĕленĕ вĕт-ха, тăнăç пурнăçшăн юн юхтарнă. Эрехсĕр ялта пĕр ĕç тутарма çук. Директор хушсан та, шоферсем вăрмана вутă турттарма каймаççĕ — ку çĕмрĕк те вăл пăсăк теççĕ. Пин тĕрлĕ сăлтав тупаççĕ. Тĕлĕнмелле вĕт: çур литр эрех кăларса кăтартатăн — машина тĕрĕс-тĕкелех. Пурте йĕркеллĕ, ним тума та çук. Пĕр-пĕр ĕç тутарас тесен, хăшăлтатакан карчăкăн та эрех туянмалла. Вĕсем валли илсе килетĕп те лешсем, эрех пичкисем, таçтан сисеççĕ, магазин тавра кушак аçисем пек кускалама пуçлаççĕ. Куршанак пек çыпçăнаççĕ. Мĕн-мĕн каласа кăна йăпăлтатмаççĕ. Хăратаканнисем те, çăхав çыракансем те пур. Алăк çаклатса лартаканни те, эрех мурĕ, эрех ыйтрĕ, ― тимлесех ĕнентерме хăтланать Лидия Гурьевна.
— Мĕн тăхăннăччĕ вăл? Сылтăм питçăмартинче, хăлха тĕлĕнче, тумха пурччĕ-и?
— Каларăм вĕт-ха: пĕр арçынна та тĕсесе пăхмастăп. Пур-и унăн тумха, çук-и — мĕн тума кирлĕ вăл мана, э?
Малтанах ăнлантăм: Лидия Гурьевна чее те çăткăн хĕрарăм. Йăпăр-япăрах ярса илейместĕн ăна — куçкĕрет тунать, чике тăршшĕ тыттарать.
— Ну, юрĕ. Тепре тĕл пуличчен, ― терĕм те анаталла уттартăм.
Эп уйрăлсан та, Лидия Гурьевна чылайччен вырăнтан хускалмарĕ, тăкăрлăкалла пăрăнинченех мана сăнаса тăчĕ. Мĕн йӳтĕмпе çӳренине те, мĕншĕн шоферпа кăсăкланнине те ăнкарчĕ-тĕр. Ыранах хăй çыннисене систерет вăл. Çавăнпа та сăнамалла ăна.
18
Уголовнăй розыск начальникĕ ман пекех чăлăм куç хупман иккен. Самай материал пухнă вăл. Нагаевпа та кăсăкланнă. Шупашкарта пурăнать лешĕ. Суту-илӳ базинче шоферта вăй хурать. Кăнтăр поселокĕнче икĕ хутлă çурт туяннă, кермен пек дача лартнă. Нумай пулмасть «Волга» машина туяннă. Пĕр сăмахпа каласан, ытлăн-çитлĕн пурăнать. Кӳршĕ-аршăпа çыхăну тытмасть вăл. Курнăçмасть. Пускилсем шанмаççĕ ăна ахăр. «Шиклĕ çын» теççĕ. Килĕнче çук вăл халь. Арăмĕ каланă тăрăх, «çунакан» путевкăпа кăнтăра тухса вĕçтернĕ. Сочи хулине.
— Хăй çук пулсан та, ун хваттерне ухтармалла. Юнланнă-вараланнă йĕм, ытти çипуç шырамалла. Кĕллине çапнă пушмак çинчен те манма юрамасть, ― терĕм эп, Аброськин пухнă материалсемпе паллашса.
— Аван. Прокурортан санкци илетĕп те паянах ку ĕçе уголовнăй розыск çыннисене явăçтаратăп, ― килĕшрĕ Аброськин, сĕтел хушшинчен тухса, алăка яр уçрĕ. Турра шĕкĕр! Кăшт çеç темĕнле хĕрарăма çапăнмарĕ. Лешĕ те пӳлĕме кĕрет-мĕн. Аброськин каçару ыйтре, аяккалла пăрăнса, хĕрарăма хăй умĕпе ирттерсе ячĕ.
— Сывлăх сунатăп, Юра. Каçарăр, аçу ятне астăваймастăп. Тупа ту пĕрлешмест, теççĕ. Эпир ак каллех тĕл пултăмăр.
Людмила иккен. Пĕркун манпа пĕр машина çинче Асламаса çитиччен ларса пынăскер. Çӳçне кăтралатнă хăй. Кĕрен платье тăхăннă.
— Инна патне килтĕм те кураймарăм ~ хунямăшĕ хăваласа янă. Вадим ĕçне тĕпчекен следователь ял Советĕнче ларать терĕç те, килсе курас килчĕ.
— Вадим ĕçне эпĕ тĕпчетĕп...
— Чăнах, Вадим айăплă-и? — ыйтрĕ Людмила ― Ой, Иннăн мĕнле пысăк хуйхă. Çак ĕç сиксе тухнăшăн эпĕ те айăплă. Вĕсене пĕрлештерекенĕ-çке эпĕ. Иннăна ирĕксĕрленĕ хыççăн Вадима пĕр утăм уттармарăм, йăпатрăм, хуптарса лартассипе хăратрăм. Мăшăрлансан хăнăхĕç тесе шутларăм. Çынна вăйпа юраттарма çук иккен. Вадим Иннăна кăмăлламарĕ. Ăна авлантарнă чух хам та пурнăç кăткăслăхне ăнкарайман çав. Инна ăçта юлнине пĕлме те, урама тухас умĕн çывăрмалли пӳлĕме кĕрсе пăхма та ăс çитереймен.
Людмила татах калаçатчĕ пуль те — чăрмантарчĕç. Пӳлĕме тулли пит-куçлă хĕрарăм кĕрсе тăчĕ. Чечеклĕ тутăр çыхнă вăл.
— Ĕнер мана вăрманта шыранă. Паян ак хам килтĕм, Галя ятлă эпĕ. Фермăра пăрусем пăхатăп.
Калаçма чăрмантарас мар терĕ пулас Людмила — урама тухрĕ.
— Ма шыранине тавçăратăр пуль? — терĕм те портфельтен допрос протоколĕ кăлартăм.
— Чухлатăп, мана та хупса хурасшăн. Айăпăм пурах çав, юман туратти йăтса, Инна хыççăн сĕнкĕлтетрĕм. Парасшăнччĕ пĕрре. Ара, чун савнине туртса илчĕ-çке-ха. Вадима...
— Хăçан?.. Ăçта пулчĕ вара унашкал ĕç?
— Ĕнер, ара. Уçланкăра куртăм та Иннăна — тӳрех турат ярса тытрăм. Меллĕ самант шыраса, Инна хыççăн Энтри хăртнине çитрĕм. Унта та çапаймарăм — асăрхарĕ. Мана çаврăнса пăхрĕ те ăшшăн йăл кулчĕ. «Галя, ывăлăма курмарăн-и?» ― терĕ. Лăштăрах кайрăм. Аллăмсем усăнчĕç. Вадим ман пата çӳренине пĕлет вăл. Хам та, Инна кĕвĕçтĕр, упăшкинчен уйрăлтăр тесе, Вадима хулĕнчен чĕпĕтсе кăвакартатăп. Тепĕр кунне вара Инна патне пыраттăм та çапла калаттăм: «Сисместĕн-и: упăшку ют хĕрарăмпа çыхăннă». Кӳлешмест вĕт, мур илесшĕ. Лăр та тумасть. «Кăмăллаççĕ-тĕк, юратаççĕ-тĕк — çӳретĕр-иç», ― тет. Эп çапла каланăшăн пĕртте тарăхмасть. Энтри хăртнинче те харкашмарĕ, ĕретлĕ калаçса, мана лăплантарчĕ. Ывăлĕн сассине илтсен, манран уйрăлчĕ те çырманалла ăнтăлчĕ. Эпĕ те ăна текех йĕрлемерĕм, фермăна таврăнтăм.
— Авланнă çынна астаратăн эс, Галя. Ачаллă хĕрарăма асаплантаратăн. Уйкасра каччăсем сахал-и?
— Кам кама асаплантарать, эсир пĕлместĕр. Пирвай Инна мана макăртрĕ, чун варлине туртса илчĕ. Паллах, каччăсем нумай вĕсем. Уйкасра та, юнашар ялта та. Анчах пурин çине те пĕрешкел пăхаймастăп эпĕ, пуринпе те йăпанаймастăп. Чĕрере хăватлă туйăм çук пулсан, ейлешме те кирлĕ мар. Юрату вăл — асамлă вăй. Укçа парса туянаймастăн ăна. Хăçан çураласса та пĕлме çук. Çуралчĕ-тĕк, чĕрене вут-хĕм хыпрĕ-тĕк — упрамалла ăна. Кĕрешмелле. Вадима юрататăп эпĕ. Вадима пурпĕр никама та памастăп. Çапăçатăп.
— Вадим авланнă вĕт-ха. Арăмĕ те чипер, йăваш, чăн-чăн пурнăç çынни.
Гальăна килĕшмерĕ ку, тимлесех мана сивлерĕ:
— Пурнăç çынни тетĕр? Пурнăç çынни вăл мăшăра нихçан та пăрахмасть. Темле йывăрлăха лексен те, мăшăра хавхалантарма, çăлма тăрăшать. Вадима хупса лартрĕç те, упăшкине çăлас тесе, Инна ниçта та çӳремерĕ, меллĕ пурнăç шыраса, амăшĕ патне куçса кайрĕ. Мемме вăл. Пĕрре курсах Вадима парăннă, качча илме йăлăннă.
Галя калаçма чарăнчĕ, куçĕнчи тутăра салтса, чĕркуççи çине хуçлатса хучĕ.
— Кирек епле арçын та хĕрарăма кăмăллă. Кĕрнеклĕ каччăна курсан, çепĕç сăмахсем илтсен, хĕр чĕрине те вут хыпать. Çав хĕлхеме упрама пĕлмелле, тăрук çулăмланса каясран та сыхланмалла. Унашкал туйăм манăн чĕрере те çуралчĕ, çултан-çул вăйланса, хĕрӳленее пычĕ. Вунă çул иртсен, çулăмпа ялкăшма пуçларĕ. Хале те çунать вăл. Хĕрӳлĕхĕ те пысăк. Çавăнпа упратăп ăна эпĕ. Мĕн вилнчченех упратăп. Çав хĕлхеме Вадим сӳнтересшĕн мар. Арăмне улталаса, арăменчен писсе, ултă çул хушши ман пата килсе çӳрет. Мĕн тăвăн-ха ĕнтĕ.
— Вожатăя суранлатнă каç мунчара пĕрле пулнă эсир. Çапла-и?
— Тĕрĕс, ― тунмарĕ Галя. ― Ятласшăн-и мана уншăн? Вăтантарасшăн-и? Çук, именместĕп, çынсем умĕнче каласан та хĕрелместĕп. Вадим — манăн çураçнă каччă. Пĕр-пĕрне юратма, пĕр-пĕрне пулăшма ант тунă эпир. Анчах антне тытаймарĕ. Çылăха кĕнĕ хыççăн икĕ эрнерен яла килчĕ те çапла каларĕ: «Урăх хĕре качча илетĕп». Чармарăм, йăлăнмарăм, Яла туй кĕрлесе килсен, ураран ӳкрĕм, выртса-йăванса макăртăм. Çук, ăнланмастăр эсир. Юристсем вĕсем — кăнттам та хытă чунлă çынсем, Юрату мĕн иккенне те пĕлмеççĕ. Ĕçе кая юлса çитсен — пĕр статья калаççĕ, хĕре ыталаса илсен — тепĕр статья асăнаççĕ. Чăнах та, статйи нумай ĕнтĕ. Айăпламалли те, хăтармалли те...
Галя каллех шăпланчĕ. Вăрăммăн сывларĕ те, умĕнче ларакан сумкăна уçса, хутпа чĕркенĕ темле хытă япала туртса кăларчĕ, пукан çине хучĕ.
— Вадима хупакансене чĕркуçленсе тархасларăм. «Лартма ан васкăр-ха, Вадим айăплă мар, ― терĕм. Участок инспекторĕ Кулагин кăшкăрса кăна тăкрĕ: «Ан сӳпĕлтет пустуй. Çын упăшкипе пурăнатăн, намăссăр! Вадим айăпланине ĕнентерекен витĕмлĕ ĕнентерӳсем пур пирĕн. Вĕсене нимпе те, ниепле те сирсе яраймастăн», ― терĕ. Вăйлăраххи яланах çĕнтерет, теççĕ. Эсир те эп каланине ĕненес çук. Çапах тăнлăр кăштах. Шкулта Вадимăн сумкине тупнă. Патронсене хăех чикнĕ тейĕпĕр. Анчах, шутлăр-ха, мĕн тума кирлĕ ăна апат-çимĕç? Килте çитермеççĕ-им ăна? Нимĕнле вăрă-хурах та ирсĕр ĕç тума апат-çимĕç тултарса каймасть.
Телефон шăнкăртатрĕ. Эпĕ вырăнтан та хускалмарăм. Галя малалла мĕн каласса кĕтрĕм.
Галя ман çинчен куç илмест, шăтарасла пăхать. Хирĕçлеменнине, хăйне тимлĕн тăнланине туйсан, каллех Вадим çинчен сăмах хускатрĕ:
— Айăпа йышăннă вăл. Вожатăя эп петĕм тенĕ. Ирĕксĕрех çапла калама тивнĕ — Кулагин йăлăхтарса çитернĕ ăна, сумкине, патронĕсене, пушмак йĕрĕсене кăларса кăтартнă та... Ĕненĕр, Вадим шкулта пулман çав каç. Амăрту вĕçленсен, тӳрех ман пата пычĕ. Ман патăмра, мунчара, çĕр каçрĕ. Кун çинчен Униççе кинемей те çирĕплетме пултарать. Эпир мунчара ларнине Униççе кинемей пырса пăхрĕ. Тул çутăлсан, Вадим хыпăнса ӳкрĕ: мунча пăлтăрĕнчен патронсем тултарнă сумка, пĕчĕк калибрлă винтовка тата пушмак çухалнă. Униççе кинемей ĕçĕ ĕнтĕ ку терĕ те мана ун патне хăваларĕ. Кинемей патĕнчен эпĕ пушă алăпа таврăнтăм. Вăйпитти çынна урам хушшипе çарран утни килĕшмест, унăн тата трактор паркĕнче тĕрмешмелле. Вадима эпĕ аттен кирза аттине тăхăнтартрăм. Трактор паркĕнче ăна Кулагин ярса тытнă...
Галя пуçне усрĕ. Питçăмарти тăрăх куççуль тумламĕсем йăрлатса анчĕç. Йепеннĕ куçĕсене шăлса типĕтрĕ те, ют çын илтесрен хăранă евĕр, хуллен калаçрĕ:
— Кулагин патĕнчен таврăнсан, кăштах лăпланас тесе, анкартине тухрăм, çĕрулми кăпкалатма шут тытрăм. Сасартăк касăсем хушшинче ют йĕр асăрхарăм. Çав йĕрсем çинчен Кулагина пĕлтертĕм те — ĕненмерĕ. «Тата мĕн шухăшласа кăларма пултаратăн?» — терĕ кăна. Йăрансем кăпкалатнă чух та çав йĕрсене тĕкĕнмерĕм, темле кĕнекере вуланă тăрăх, çав йĕрсене хăма татăкĕпе витсе-хупласа лартрăм. Çав кунах хамăр çырмара çак пушмака тупрăм, ― чĕркенĕ хута çурса, сĕтел çине колони çыннисем тăхăнса çӳрекен мăшăр пушмак кăларса хучĕ Галя, ― Кун çинчен ĕнер республика прокурорне каласа патăм, пушмакĕсене те кăтартрăм. Вăл сирĕнпе курнăçма хушрĕ.
Çак самантра пӳлĕме совхоз диспетчерĕ кĕрсе тăчĕ.
— Шăнкăравларăм-шăнкăравларăм — никам та сас памарĕ. Халь ак хам чупса килтĕм. Юрий Ивановнч, сире прокурор чĕнет. Района совхоз директорĕпе пĕрле кайма пултаратăр. Вăл сире кантур умĕнче кĕтет.
Допрос протоколĕ çине алă пустартăм та Гальăпа сывпуллашрăм.
Кантур тĕлĕнче, чăнах та, çăмăл машина тăрать. Ун умĕнче — совхоз директорĕ. Васкать пулмалла вăл, аллинчи сехечĕ çине пăха-пăха илет.
Тепĕр минутран эпĕ те машина çине вырнаçса лартăм.
19
Пӳлĕмре иккĕн лараççĕ: район прокурорĕпе участок инспекторĕ Кулагин. Владимир Владимирович прокурор самай вĕчĕрхеннĕ курăнать. Сывлăх сунсан, иккĕшĕ те ман еннелле çаврăнчĕç. Прокурора темле хыпар пĕлтернĕ пулмалла Кулагин. Лайăх мар хыпар. Çавăнпа мана Уйкасранах чĕнсе илнĕ.
— Ну, мĕнле, Юрий Иванович? — сăмах хушрĕ Владимир Владимирович, аллинчи хута папкăна хурса. ― Тимлесех тĕпчетпĕр-и?
— Тимлесех вăл следствие пăтраштарать, ― персе ячĕ Кулагин.
— Кăмăл-туйăм хыççăн каймастăп эпĕ. Кашни кăтартăвах шухăшласа хаклатăп, Кулагин юлташ, ― терĕм эпĕ.
Кулагин лăпланмарĕ, ура çине тăрсах хăлаçланма пуçларĕ:
— Кур-ха, епле çаптарать вăл! «Шухăшласа хаклатăп...» Пĕр кăтартăва та хакламастăн эсĕ. Следствие ху майлă çавăрса ятăн.
— Чăнлăх шыратăп, ― парăнмарăм эпĕ. ― Тĕрĕслĕхшĕн кĕрешетĕп. Саккуна кăна пăхăнатăп.
— Саккун тет тата. Чăнлăх тет. Ирсĕр ĕç тăвакана хӳтĕлетĕн эс, ― тулхăрчĕ Кулагин.
— Йăнăшатăр, лейтенант юлташ, ― пӳлтĕм эп ăна. ― Айăпсăр пĕр çын та суд умне ан тăтăр, суд тенкелĕ çине ан лартăр, айăпли вара нихçан та чăнлăхран ан пăрăнтăр, тивĕçлĕ явап тыттăр тесе тăрăшатăп эпĕ.
— Эс епле тăрăшнине пĕлетпĕр эпир, ― хирĕçлерĕ Кулагин. ― Ма килрен киле йăркканине те тавçăратпăр: Ухватова çăлса хăварасшăн эс. Ухватов арăмĕ, Инна, сан варли пулнă. Çĕркаç та Инна патне кĕтĕн. Хам куртăм ыттисем те... Алтатти аппана шаплаттаракана та хупса лартмастăн...
— Халь кайма пултаратăн, Кулагин юлташ, ― пат татса каларĕ Владимир Владимирович.
Кулагин ман çине сиввĕн пăхрĕ, тăн-тан пускаласа, пӳлĕмрен тухса утрĕ.
Прокурор патне çăхавпа килнĕ иккен Кулагин. Мана хурланă, следстви ĕçĕнчен хăтарма ыйтнă.
Республика прокурорĕ патĕнчен те хут килнĕ: Галя, Вадим савнийĕ, ĕçе тĕплĕнрех тишкерме тархаслать.
Эпĕ пухнă материалсемпе прокурор тĕплĕн паллашрĕ, шухăша путрĕ. Унтан, сĕтел хушшинчен тухса, каллĕ-маллĕ уткалама тапратрĕ..
— Йăнăшрăм иккен. Кулагина итлерĕм те Ухватова хупса лартма санкци патăм, ― ӳкĕнчĕ вăл. ― Апла Ухватов пушмакне мунчаран вăрланă, Ольăна та, тен, çав путсĕрех суранлатнă. Паянах ăна шырама тытăнмалла, ял ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтмалла... Алтатти аппапа çыхăннă материалсене ман пата хăвар. Тепĕр хут пăхса тухатăп.
Вадима ирĕке кăлармалли постановление прокурор пичет пусса çирĕплетрĕ. Тепĕр вунă минутран çав постановление Вадима кăтартрăм. Лешĕ ăна алла та тьггса пăхмарĕ, вуламарĕ, хыçлă пукан ярса тытрĕ те пĕррех ман еннелле сулса ячĕ. Эпĕ хӳтĕленме ĕлкĕртĕм.
— Мĕн хăтланатăн, Вадим? Ма çапăçатăн?
— Пурпĕрех хупса лартаççĕ. Хăлха чикки панăшăн та, пăшалпа алхаснăшăн та пĕрех айăплаççĕ. Пĕрех суд пулать!
— Капла ухмахлансан, паллах, хупса лартаççĕ сана.
— Тăмсăй эпĕ. Чăн-чăн тăмана, ― икĕ аллипе пуçне çатăрласа тытрĕ Вадим. ― Арăмăн варлине те тăрӳках паллаймарăм, хам çинчен йăлт каласа патăм. Курнă вĕт-ха. Сан сăнна Инна альбомĕнче курнă, виçĕ хут çурса тăкма тăнă. Виçĕ хутĕнче те Инна чарчĕ. Вăл сана халĕ те...
— Йĕркеллĕ калаç, Ухватов.
— Эп, мĕн, пуш сăмах çаптаратăп-и? Нимĕн те чухламастăп тетĕн-и? Манăн та сĕмлĕх пур. Тĕшмĕртетĕп: мана нумай çуллăха хуптарса лартасшăн эсир. Иннăпа ирĕке юласшăн. Ырă кур, савăн — кĕвĕçместĕп. Инна мана кирлĕ мар! — кăшкăрашрĕ Ухватов.
— Мĕн эсĕ... Вула ак, ирĕке кăларатпăр сана. Постановлени çине пăхмарĕ Ухватов. Вырăнтан та хускалмарĕ. Ĕненмерĕ.
— Тăнла, эппин, хам вулатăп: «...Ольăна пăшалпа пенĕ, ăна вĕлерме шут тытнă тесе, Ухватова айăпланă, тытса хупнă. Çак ĕçе малалла тĕпченĕ май акă мĕн палăрчĕ: Ольăна суранлатнă каç вăл урăх çĕрте пулнă, савнийĕпе çĕр каçнă. Ольăна суранлатнă пĕчĕк калибрлă винтовкăна, патронсем чикнĕ сумкăна тата Ухватов тăхăннă пушмака мунча умĕнчен ют çын илсе тарнă...»
— Кам каларĕ? Ăçтан пĕлетĕр? — яшт сиксе тăчĕ ура çине Ухватов.
— Пĕлетпĕр. Пĕтĕмпех пĕлетпĕр. Ху кам патĕнче çĕр каçнине малтанах пĕлтермеллеччĕ. Винтовка çухалнине те, пушмаксăр тăрса юлнине те... Эс, ав, малтанхи допросрах: «Эпĕ айăплă», ― тенĕ. Следователе те, прокурора та.
— Арăмран хăпас тесе каларăм. Хупса лартсан уйрăлса каять пуль терĕм. Намăс-çке. Шкул ачисенчен, ял çыннисенчен намăс. Вăл — учительница, эпĕ — преступник.
Ухватов майĕпен тамалчĕ. Прокурор çирĕплетнĕ постановление тытрĕ. Пĕрре вуларĕ. Иккĕ... Виççĕ...
— Апла... ирĕке тухатăп эп, ― пĕчĕк ача пек макăрса ячĕ вăл. ― Çапах айăплă вĕт-ха эпĕ. Айăплă, ― тăвăлса калаçрĕ кăштахран. ― Институтра вĕреннĕ чух Иннăна ирĕксĕрлерĕм. Качча илсен те, ăна улталаса, Гальăпа арлă-арăмлă пекех пурăнтăм, Иннăна пайтах макăртрăм. Сире те, Юрий Иванович, пуканпа çапма тăтăм... Ăнлантăм: йĕрке-тирпее пăснă эпĕ, чыса çухатнă. Эсир, ав... киле яратăр мана, хупса лартмастăр. Ӳлĕм апла-капла хăтланмастăп, усал-тĕселтен пăрăнма, таса чунпа пурăнма сăмах паратăп, сирĕн шанăçа тӳрре кăларатăп. Сывă пулăр.
Вăл кайсанах, больницăна вĕçтертĕм. Оля сывлăхĕ кăшт лайăхланнă. Палатăна кĕске вăхăтлăха çеç кĕртрĕç. Шел, Оля мана çĕннине нимех те калаймарĕ. Хул-пуççине пуля тăрăнсан тĕшĕрĕлсе аннă та вăл нимĕн те астумасть...
Милици уйрăмĕнче мана Хлимуна уголовнăй розыск çыннисем шырама тытăнни çинчен пĕлтерчĕç. Операцие Аброськин капитан ертсе пырать имĕш.
Милици уйрăмĕнче нумай лармарăм, Ухватова ирĕке кăларни çинчен пĕлтерсе хăвартăм та Уйкаса васкарăм.
Мăн çултан пăрăнсан, пирĕн ума Уйкас хĕрĕ, Рита, тухса тăчĕ. Чăм тара ӳкнĕ хăй. Хашкать.
— Мĕн пулчĕ? ― ыйтрĕ шофер, машина алăкне уçса. ― Мĕншĕн пăлханатăн?
— Пăрттас хăртнинче темле çын çӳрет. Таркăн пулмалла. Кăштах канас тесе, юлташпа тунката çине кĕрсе лартăмăр та — чăштăр-чăштăр туни илтĕнчĕ. Пăхрăмăр та... ай, ваçка! — тĕмĕ хушшинче çын ларать! Типшĕм питлĕ, сухаллă, вăрăм çӳçлĕ çын! Тепле çухăрса ямарăм, тусăм çăвара хупласа лартрĕ. Мана яла чуптарчĕ, çынсем илсе килме хушрĕ. Тусăм унтах ларать, вăл мĕн хăтланнине сăнать. Тем тесен те, ырă шухăшлă çын мар вăл. Тĕрĕслемелле ăна...
— Лар пĕрле. Пăрттас хăртни ăçтине кăтарт, ― терĕм те, ларкăч çинче выртакан портфеле илсе, Рита валли вырăн пушатрăм.
Эпир вăрман хĕррине çитсен, уялла çынсем шавласа тухрĕç. Вĕсен хушшинче Вадим та пур. Малта типшĕм питлĕ, вăрăм çӳçлĕ çын лаплаттарса пырать. Ăна икĕ енчен пăчăртаса тытнă. Аллисене каялла çыхнă.
— Чураш çынни вăл, Хлимун! — терĕ шофер, машинăна чарса.
— Шăпах çакна куртăмăр эпир, ― машина çинчен сиксе анчĕ Рита.
Вадим пирĕн пата чупса пычĕ.
— Юрий Иванович, çухалнă винтовка тупăнчĕ, ― вуллине кĕскетнĕ пăшала çавăркаласа кăтартрĕ Вадим. ― Çак путсĕр çаклатнă ăна. Ун уринчи пушмаксем те манăн.
Пирĕнтен малтан Вадима тĕл пулнă иккен Рита, ăна та вăрманта ют çын пуррине пĕлтернĕ. Ыйтса-тĕпчесе тăман лешĕ — вăрманалла ыткăннă. Сухаллă çынна курсан, Вадим ун çине çӳлевĕç пек сиксе ларнă, çĕре пĕшкĕртсе лартнă. Лешĕ Вадима асăрхама ĕлкĕреймен-мĕн. Пĕшкĕннĕскер, тимлесех юман хăвăлне чаваланă...
Хлимуна ял Советне илсе çитертĕмĕр.
— Ку винтовкăна эс камран туяннă? — ыйтрăм, унăн хĕсĕк куçĕсенчен тинкерсе.
— Астумастăп.
— Кĕпçине ма татнă?
— Пĕлместĕп.
— Чирлĕ-и эс?
— Эптертен тухман-ха.
— Кам эсĕ?
— Аттепе аннен. Аттене астумастăп, аннене курман.
Пĕр ыйту çине те йĕркеллĕ хурав памарĕ çак йĕксĕк.
20
Тепĕр сехетрен тĕрĕссине пĕлтĕмĕр: Хлимун иккен вăл. Чураш çынни, колонирен тухса тарнăскер. Чее вăл, хатарлă та кăткăс. Ыйту çине ыйту паратăп, вăл калаçасшăн та мар. «Шырăр, тупăр. Çавăншăн шалу илетĕр», ― тет кăна. Куçĕсене хĕссе, тута хĕррисене чĕтрентерсе сăмахлать. Хăй вара пĕртте хускалмасть, вĕçĕмсĕр урайнелле пăхать.
Чурашри магазина çаратсан, ăна пирвай Аброськин тĕпченĕ. Ун чух вăл татти-сыпписĕр пакăлтатнă. Айăпласси çинчен сăмах хускатсан та пăлханман. Халĕ, ав, апла-капла перкелешмест, асăрханать, пытарать.
Эпĕ те ăна тăруках айăпламарăм, улмуринче мĕн-мĕн тупни çинчен те пĕлтермерĕм. Кĕтрĕм, айăпа йышăнасса, мĕн-мĕн хăтланни çинчен каласа парасса кĕтрĕм. Хам çав вăхăтра Уйкас çыннисемпе калаçрăм, экспертсем патĕнче пултăм...
Аброськин та ĕçсĕр лармарĕ, дружинниксем пухса, Хлимун çӳренĕ вырăна пĕр тĕмĕ юлмиччен тĕреслерĕ. Хлимуна тытнă вырăнта, юман хăвăлĕнчен, юнпа вараланнă йĕм, кĕллине çапнă мăшăр пушмак туртса кăларнă. Шăпах эп шыранă — кăсăкланнă пушмак! Йĕм кĕсйине, хутпа чĕркесе, артистсем усă куракан хуп-хура усси чикнĕ-мĕн.
Улмуринче тупнă япаласен хуçи те тупăнчĕ.
Вуннăмĕш талăкра Хлимуна следователь пӳлĕмне чĕнтертĕм.
Пӳлĕме вăл пуçне усса, мăш-мăш сывласа кĕчĕ, алăк патĕнче тăн-тан пăхкаласа тăчĕ.
— Иртсе ларăр, ― хыçлă пукан еннелле тĕллесе кăтартрăм ăна. ― Мĕн ятлă эсир? Ăçта ĕçлетĕр?
— Атте-аннене те, хам ята та пĕлместĕп. Шыв лупашкинче тупнă мана. Ача çуртĕнче çитĕннĕ. Хăш хулара — астумастăп. Пĕрисем мана Мĕкĕте тесе чĕнеççĕ, теприсем — Микула, виççĕмĕшĕсем — Макар. Хăшĕ тĕрĕс — татса калаймастăп. Çав пăтăрмаха пула паспорт та илеймерĕм, тĕнче касса çӳрерĕм, ― малтанхи юррах юрларĕ Хлимун.
— Юптаратăн, ― çавăнтах чартăм ăна. ― Хлимун ятлă эсĕ. Микихвер ывăлĕ. Хушамату — Жмотов. Чураш ялĕнче ӳснĕ. Вунпилĕк талăк каялла Чурашра пулнă эс, аннӳ патĕнче... Наçтаççи ятлă вăл. Ак мĕн каласа пачĕ аннӳ...
Амăшĕн кăтартăвĕпе паллаштартăм та, Хлимун хирлешме пăрахрĕ. Ун уринчи пушмак йĕрĕсенчен ăсталанă кӳмерккесене кăтартсан, карт сикрĕ. Çапах нимĕн те каламарĕ, чĕнмерĕ.
— Утă уйăхĕнче эс колонирен тухса тарнă. Патшалăх пурлăхне çаратнăшăн лекнĕ эс унта. Ма татах вăрлатăн?
— Чăнах та, Чурашра алхаснăччĕ. Юлташсем пĕрмай сăйлаççĕ. Хам та хăналăттăм — укçа-тенкĕ хĕсĕкрех. Ĕçлес килмест. Ирĕксĕрех магазина кĕтĕм...
— Чурашра кăна мар-ха, Уйкасра та пайтах аташнă. Çапла-и?
— Уйкас ăçтине те пĕлместĕп. Чăнласах калатăп: урăх çылăха кĕмен эпĕ.
— Тунатăн эппин. Юрĕ, хам аса илтерем: шкул столовăйенчен апат-çимĕç илсе тухнă эс.
— Кам курнă мана? Кам тытнă?
— Ыйтусене следователь парать. Уйкас магазинне эс виçĕ хут кĕнĕ, апат-çимĕç сăтăрса тухнă.
— Тĕрĕс мар! Магазинта ĕçлекенни, Лидия Гурьевна теççĕ-и, хăй йăкăртать, патшалăх шучĕпе пуять... Тĕрмерен тухса тарнă тесе, пур преступление те ман çине йăвантармалла-и?
— Татах асăрхаттаратăп: эсĕ мар, следователь тĕпчет, следователь ыйтать.
— Мана мар, Лидия Гурьевнăна тĕрĕслĕр. Вăл патшалăха çаратать, тавар туянакансене куçкĕрет улталать. Кашни çынтанах ик-виçĕ пус йăкăртса юлать. Ахальтен мар вăл шыçăнса-самăрланса кайрĕ. Кайса пăхăр ун патне, сахал тĕл пулакан япаласем купипех тупăнĕç унта. Хаклă хакпа ярăнтарать те кайран «вăрларĕç» тесе сас-хура сарать.
— Апла, Лидия Гурьевна кĕлетĕнче те пулнă эс?
— Ахă. Икĕ хутчен ун пурлăхĕпе паллашрăм. Нӳхрепĕнчен шăрттан, типĕтнĕ аш илсе тухрăм, анчах кил хуçи аш-пăш хухнине сисмерĕ те. Кулагина та шарламарĕ ун пирки.
— Вĕсем туслине ăçтан пĕлетĕн?
— Пĕлетĕп. Юнкунсенче курнăçаççĕ вĕсем. Кулагин пырсан, чӳречесене утиялпа хупласа хураççĕ, çутă хыçалти пӳлĕмре кăна çунать. Ĕненместĕр-тĕк, тĕрĕслеме пултаратăр.
— Маруç мунчине мĕн шырама кĕтĕн?
— Нимĕнле Маруçа та пĕлместĕп. Нимĕнле мунчара та пулман — пĕвере çăвăннă.
— Çак кепкăна ăçта хăвартăн? — Маруç аппа панă сăмсасăр карттуса илсе кăтартрăм эпĕ.
— Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле, теççĕ. Карттуссем те тем тĕрли пур. Таси те, вараланни те...
— Çак çӳç пĕрчисем камăн тата? — Маруç аппа кăкласа юлнă çӳç пайăркине кăлартăм. ― Сан пуçран тăпăлтарнăскер вăл. Эксперт çапла ĕнентерет. Мунчаран тухсан, çĕрулми кассисем урлă чупнă...
— Юрĕ, пытармастăп: мунчара та пултăм, нӳхрепре тупăннă шĕвеке ĕçрĕм те çанçурăм вĕриленсе кайрĕ. Чун-чĕм хускалчĕ, тăтăм та Уйкаса таплаттартăм...
— Выртса тăмалли, канмалли вырăн санăн — улмури. Çапла-и?
— Пĕлĕт айĕнче çывăрас çук, паллах.
— Мунчара мĕн пулса иртрĕ? Маруç аппана хăçантанпа пĕлетĕн?
— Маруç-и вăл е Тарье — татса калаймастăп. Çапах ăнлантăм: хĕрарăмсем те тĕрлĕрен пулаççĕ иккен. Пĕрисем пĕрре курсах йышăнаççĕ, теприсем — тапса сирпĕнтереççĕ. Ку та хăвăрт ирĕлесскер пулмарĕ. Çур çĕр иртсен, мунчана кĕтĕм. Уйăх çутипе мунчара та тĕттĕм мар. Пăхатăп, сак çинче хĕрарăм выртать. Çара пĕçĕллĕ хĕрарăм. Аялти кĕпепе кăна хăй. Аллисене вĕçекен кайăк евĕр саркаланă... Чăтаймарăм, юнашар кĕрсе выртрăм... Ачашлама пĕлмерĕм-тĕр. Ытамран вĕçерĕнчĕ те хăпăл-хапăл сиксе тăчĕ, алла пуртă ярса тытрĕ... Тухса тартăм вара... Ку вăл ирсĕр ĕç мар. Ку вăл — хĕрарăмпа паллашма тăни.
— Çуран утасшăн мар иккен эс, Хлимун. Ялтан яла велосипедпа çӳренĕ.
— Тĕрĕс. Ура тупанĕ çӳхелесрен хăратăп. Колонирен тарсан, икĕ эрне ытла çуран танккарăм, апат-çимĕç шырарăм. Пĕр пахчана хăяр пуçтарма кĕрсен... Йĕркеллĕ хуçа велосипеда сарайне лартать е çурт умне тăратать. Ку, ав, сысна вити умне пăрахнă. Кустăрмисем те, йĕпписем те — пурте пылчăклă. Кирлĕ япалана хуçа типтерлĕ тытать, шанчăклă вырăнта упрать. Апла ку икĕ кустăрмаллă тимĕр татки никама та кирлĕ мар. Эпĕ усă курма тытăнтăм вара. Самай пулăшрĕ вăл мана. Велосипеда Кулагин сĕтĕрсе кайсан вара улмури патне тек таврăнмарăм. Йĕр çине ӳкнине туйрăм. Ман пата пирвай Уйкас çынни пырса кайрĕ, унтан — Кулагин. Милици лейтенанчĕ пынă чух сунартан чылай кая юлса таврăнтăм — Чăрăшкассинчен пĕр михĕ апат-çимĕç, тепĕр михĕ кĕпе-тумтир тупса килтĕм. Кустăрмана улăмпа витрĕм те, каюра пек шăтарса, улмури ăшне кĕрсе выртрăм. Тĕлĕрсе кайнăччĕ кăна — чăштăртаттарнă сасă илтĕнчĕ. Улăма хуллен сирсе пăхрăм та, ак тамаша! — пăравус пек хашлатса, улăма Кулагин унталла та кунталла салатать. Велосипед туртса кăларчĕ, тĕккелесе-çавăркаласа пăхрĕ. Йĕпеннĕ кустăрмисем те интереслентермерĕç ăна. Çавăнтах утланса ларчĕ те ялалла вĕçтере пачĕ. Вара эп...
— Вара эс вăрманта пурăннă, Хурама варĕнче чаваланнă. Çĕрпӳрт тума тытăннă. Тиркемелли çук, хӳхĕм вырăн тупнă. Пырса пăхсан та, çын выртса тăнине чухлаймăн. Тарăн çырма. Çӳçелĕх. Çырма хĕрринчи лăстăр хурама армак-чармак тымарĕсене сапаланă. Тымарсем хушшинче — шăтăк. Шалалла кĕнĕ майăн анлăланса пыраканскер. Тăпра ан ишĕлтĕр тесе, маччине те, стенисене те çӳçе тураттисемпе тĕкĕленĕ. Çыран хĕрри ан такăрлантăр, ура йĕрĕ ан палăртăр тесе, шăтăк умне çапă сапаланă. Пурпĕрех паллă пур — çапă хушшине тăпра тăкăннă. Шăтăкран кăларнă тăпра.
— Ай-яй, вăйлă йĕрленĕ, ― пуçне пăркаларĕ Хлимун.
— Çĕрпӳрте эс миххи-миххипе апат-çимĕç сĕтĕрнĕ, ăшă тумтир йăкăртса пынă. Чылайлăхах чарăнас тенĕччĕ-и унта?
— Çĕрпӳртре çулталăк пурăнма шутларăм. Хĕл кунĕсенче, упа пек, ал лаппи çулласа выртаймăн. Хырăм выçсан та тухса çӳреме юрамасть — йĕр юлать. Паллах, эпĕ тĕрмерен тарни çинчен пур çĕре те пĕлтернĕ. Анне патне те пырса пăхнă ав. Пĕрер çултан тимлĕх чакать, мана та шырама пăрахчăр терĕм.
— Вулама та юрататăн эс, Хлимун. Уйрăмах çак кĕнекене кăмăллатăн, ― сĕтел çине «Записки следователя» кăларса хутăм. ― Икçĕр хĕрĕх тăваттăмĕш страницăна çитнĕ.
— Çынсенчен пытанса пурнасси — тĕрмере ларнинчен те харушăрах, Вăхăт иртмест. Ирĕксĕрех вулăн. Уйкас библиотекине çӳрерĕм. Çынсем ыйха путсан, уçă юраттарса кĕреттĕм.
Хлимун тӳнмарĕ: хаçан тата мен-мĕн вăрланине йăлт каласа кăтартрĕ.
Çавăнтах пукан çине витнĕ хаçата сирсе пăрахрăм та Хлимуна «Комета» магнитофонпа çĕрле сăнамалли трубана кăтартрăм.
— Çак япаласене ма пĕвене пăрахрăн?
Хлимун пĕрре хĕрелсе, тепре шуралса кайрĕ. Чĕлхи çĕтрĕ тейĕн, пĕр сăмах та чĕнмерĕ.
— Çак пушмак çинчен те каласа пар, ― Гальăран илнĕ мăшăр пушмака кăларса хутăм эпĕ. ― Вĕсене эс çырмана хывса пăрахнă... Аш вакламалли пуртта çарĕç пӳлĕмне кухньăран илсе пынă, сейф уçма хăтланнă...
— Пулман шкулта эп, следователь гражданин.
— Пулнă. Столовăйра хăйма çинĕ, чăкăт çыртса пăхнă... Чăкăтри шăл йĕрĕсем — санăн. Эксперт çапла çирĕплетет. Çапла, йĕрсем çухалмаççĕ.
Хлимун янахĕ чĕтренсе илчĕ. Енчен енне пăркаланчĕ. Ал лаппине пукан хысакĕ çумне сăтăрчĕ.
— Шкулта мĕн хăтлантăн? Ма хĕрачана пăшалпа петĕн? Паллах, чи хăрушши çакă. Чи йывăрри. Апла пулин те, каласа памах тивет. Айăпа йышăннине, ирсĕр ĕç тунăшăн ӳкĕннине суд шута илет.
— Ну, юрĕ, калатăп. Ĕç ак епле пулчĕ...
Кунĕпе Хлимун сурчăк çăтса выртрĕ. Кĕленчери шĕвеке лăнкăртаттарса ĕçрĕ, çапах ăш выртмарĕ унăн. Пур-пĕрех çиес килет...
Таврана ĕнтрĕк хупларĕ. Хлимун улмуринчен йăшаланса тухрĕ те, ун-кун пăхкаласа, Уйкасалла лĕпĕстетрĕ.
Çырмаран тилĕ пек йăпшăнса-асăрханса хăпарчĕ, карта кĕтессине кукленсе ларчĕ. Çук, кунта чылай чарăнса тăма юрамасть — иртен-çӳренсем асăрхама пултараççĕ. Куракансем тӳрех кирлĕ çĕре евитлĕç. Шанчăксăр çын вăл, иккĕлентерекен çын. Шăртланса кайнă хăй. Çипуçĕ йăлт лӳчĕркеннĕ, вараланнă. Çитменнине, вăл та тĕрме тумĕ. Лере, ав, улмуççисем патĕнче, мунча пур. Алăкĕ те уçă. Унта кĕрсе лармалла та ăçта мĕн пуррине сăнамалла.
Карта урлă сиксе каçрĕ Хлимун, мунча патне персе çитрĕ. Ак телей! Мунча умĕнче мăшăр пушмак ларать. Унпа юнашар — сăран хутаç, сумка евĕрлĕскер. Пушă мар тата, хутаççа патронсем чикнĕ. Пĕчĕк калибрлă винтовка та пур. Кĕтесе тăратнăскер. Мунчара урай хăми çăтăртатрĕ, чĕриклетрĕ, такам ӳсĕрсе илчĕ. Хлимун тек тытăнса тăмарĕ — сумкăпа винтовкăна, пушмака çавăрса илчĕ те тулалла вирхĕнчĕ. Анкартин тепĕр вĕçĕнче хĕрарăм утать. Вăл Хлимуна асăрхарĕ, анчах хыççăн пĕр утăм та тумарĕ.
Вар хĕррине çитсен, Хлимун чупма чарăнчĕ, вăрланă пушмака тăхăнчĕ. Виçеллĕскер пулчĕ тата, урана хĕсмест. Тек хăрамалли çук ĕнтĕ. Хлимун уринче те ял çыннисем тăхăнса çӳрекен пушмаках. Хӳтĕленмелли хатĕр те пур. Чăрмантаракан тупăнсан, кам та пулин хирĕç тăрсан, Хлимун хĕрхенсе тăмĕ.
Шкул картишĕнче никам та çук. Çапах Хлимун васкамарĕ, тĕмĕ хушшине пытанса, шкулти столовăя тимлĕн сăнарĕ. Кухньăра та, классенче те çын çуккине ĕненчĕ. Столовăя вăл сад енчен кантăк кăларса кĕчĕ. Холодильнике уçса, чăкăт тытрĕ те кач çыртрĕ. Çук, чăмлаймарĕ — шăла тиврĕ, çыртнă татăкне те каялла пăрахрĕ. Савăтри хăймана вара хырăм сарăличченех ĕçрĕ.
Чĕре лăштах пулсан, кунти апат-çимĕçе мунчара çаклатнă хутаççа чышса тултарчĕ. Сĕтеклĕрех апат шыраса, кухньăри савăт-сапана çавăрттарчĕ. Сасартăк ун аллине аш вакламалли пуртă лекрĕ. Пĕчĕк калибрлă винтовкăна кăкăр умне çакрĕ те хăрах аллипе апат-çимĕç тултарнă хутаç, тепĕр аллипе пуртă йăтса, кухньăран тухрĕ, çарĕç пӳлĕмне кĕчĕ. Шкафран магнитофон тата çĕрле сăнамалли труба туртса кăларчĕ, сетка та тупăнчĕ тата. Вĕсене сеткăна хучĕ те сейф алăкне тĕккелесе пăхрĕ, пуртă вĕçĕпе хирчĕ — лешĕ уçăлмарĕ. Сейф тайăлса кайнипе ун çинчи шыв графинĕ урайне ӳксе ванчĕ.
Коридорта ура сассисем илтĕнчĕç.
— Кам унта? — кăшкăрчĕ хĕрарăм. Хлимун текех сейфпа тăрмашмарĕ, хăйне хирĕç хунарпа çутатса çывхарнине курчĕ. Хăранипе-мĕнпе пăшалне авăрларĕ те кĕрĕслеттерчĕ.
— А-а!.. Ху-ра-ах! — çухăрса ячĕ хĕрарăм, çавăнтах çĕре тĕшĕрĕлсе ӳкрĕ.
Хлимун кантăка урапа тапса çĕмĕрчĕ те тулалла сирпĕнчĕ. Шкул картишĕнчен тухсан, çырмапа уялла таптарчĕ.
Хĕрарăм Хлимуна ятран чĕнмерĕ. Апла палламарĕ ăна.
Çулсăр-мĕнсĕр чупрĕ вăл, такăна-такăна ӳкрĕ.
Йĕр юлчĕ ĕнтĕ, анчах унашкал пушмак йĕрĕсем Уйкасра пайтах пулĕ. Йытăпа йĕрлеме тытăнсан... Апла... апла шыва сикмелле.
Ак Киремет çырми. Юрать, кăшкăракан, хăвалакан пулмарĕ. Йĕр çухатас тесе, пĕвене сикрĕ Хлимун.
Ах-ух! Мĕн амакĕ ку! Урасем хускалма пăрахрĕç. Шăнăр хутлатса лартрĕ-тĕр... Йĕп-йĕпе тарланăскер, тӳрех шыва сикрĕ-çке-ха.
Аллинчи сеткăна шăлпа çыртрĕ Хлимун. Ах, капла та ишме кансĕр — япаласем аялалла туртаççĕ. Сывлăш та çитмест. Кăкăр туллин сывлас тесе, тутине уçрĕ те — сетка вĕçерĕнсе путрĕ. Хлимун шырамарĕ ăна, çыран хĕрринеллех чаваланчĕ...
Хлимун шăпăрт пулчĕ. Хускалмасть те.
— Ху мĕнле шутлатăн, айăплă-и Оля?
— Çук, айăплă мар. Пустуй çылăха кĕни...
— Кам çылăха кĕнĕ вара?
— Кам?.. Тавçăрмалла ĕнтĕ: Лидия Гурьевна, ― тарăхса пӳрнисене шăтăртаттарса илчĕ Хлимун. ― Çав аçтахана пула... Вăл... вĕсем... Герăпа иккĕшĕ... Ы-ых!
Стакана шыв ярса тыттартăм Хлимуна. Пĕр сывламасăр ĕçрĕ вăл.
— Тавтапуç. Çыр, малалла калатăп, ― терĕ вăл.
Таçта мар, хăй пĕлнĕ яла, Уйкаса, хĕтĕртсе-хавхалантарса янă-мĕн Хлимуна Гера. Ылтăн çĕрĕсем мар, урăххи илĕртнĕ Герăна. Çав выçă куç Уйкасри сутуçа малтанах пĕлнĕ, училищĕре вĕреннĕ чухнех. Сутуçа вырнаçсан, Лидия Гурьевна кулленех пĕр-пĕр япала хĕстерсе таврăннă, Герăна тыттарнă... Тавар сахалланать, анчах кассăра укçа çук. Часах ревизор килмелле. Паллах, такамăн мар, Лидия Гурьевнанах явап тытма тивет. Сутуçа хăтарас тесе ĕскĕртсе янă имĕш Гера Хлимуна...
— Çапла, магазина кĕтĕм те, ― вĕчĕрхенсе илчĕ Хлимун, ― кирлĕ япаласенех кăсьене тултартăм. Анчах тарса хăтăлаймарăм — çаклантăм. Вунă пин тенкĕлĕх йăкăртнă тесе айăпларĕç мана. Шутлăр-ха, ăçтан эп пĕччен çавăн чухлĕ япала çĕклесе тухма пултарнă. Анчах ним тума та çук — мана вăрланă япаласемпе тытнă. Пĕтĕм айăпа ман çине йăвантарчĕç вĕт! Пурлăхĕпе вара Лидия Гурьевна усă курчĕ. Эх, еплерех вĕткелентĕм эп. Çĕрĕ-çĕрĕпе ĕсĕклерĕм, тавăрма шут тытрăм...
Тĕрмерен те çав ĕмĕтпех тухса тарнă-мĕн Хлимун. Лидия Гурьевнăна йĕрлесе, Уйкаса çитнĕ...
— Пăшал тупсан, чăнах та, савăнтăм. Çав ăçтиçуксене пурпĕрех тирпейлетĕп терĕм. Уйкаса пытăм та... юнашар килтен анчăк сиксе тухрĕ, хамлатма тапратрĕ. Мĕн тăвас, тытрăм та хаплаттартăм. Кайран та май килмерĕ. Пыратăп — Лидия Гурьевна патĕнче милици лейтенанчĕ ларать. Пĕррехинче кăшт çеç ярса тытмарĕ мана. Тăратăп çапла чӳречерен сăнаса, ура айĕнчи турат шăтăрт турĕ. Сисрĕ çакна Кулагин, ман хыççăн хăваларĕ. Шанлаттармалла пĕрре — шăв-шав хускаласран хăратăп. Хама ярса тытĕç. Çак тĕкетмĕшсем каллех канлĕхре юлĕç. Вĕсене эп судсăр-мĕнсĕр... Хам пĕлнĕ пек... Эх, еплерех хĕпĕртерĕм Герăна вăрманта курсан. Ну, лектеретĕп тетĕп. Ну, тавăратăп тетĕп. Хыçалтан хаплаттарма аван мар, ман паталла çаврăнасса кĕтетĕп. Гера каялла пăхмасть, малаллах талпăнать. Лаштра юман патне çитрĕ. Унта Гера юлташĕ, Эдик, тем аппаланать, хашка-хашка юман хăвăлнелле темскер чышать. Эдик та мана ресторанта пĕрре мар хăналанă. «Ну, хăвăртрах! Мĕн çитмĕл çулхи карчăк пек мĕшĕлтететĕн?» — тет Гера. Унччен те пулмарĕ, Эдик ура çине сиксе тăчĕ, çырманалла ăнтăлчĕ. Ун хыççăн — Гера. Пăшала тĕллерĕм кăна, таçти муртан ман ума хитре хĕр сиксе тухрĕ. Хам та вара тĕмĕ варринелле чăмрăм. Вăрланă япаласене пытарчĕç пулĕ-ха терĕм. Апла пăшăрханмалли çук, вĕсем кунта татах килеççĕ тесе лăплантартăм хама. Тепĕртакран пырса пăхрăм та, юман хăвăлне вараланнă йĕм хĕстерсе хăварнă, шуйттансем. Каллех темле ирсĕр ĕç тунă ĕнтĕ кусем тесе шухăшласа тăраттăм — мана темле тĕреклĕ алăсем пĕшкĕртсе лартрĕç... Çук, тек калаçаймастăп. Ывăнтăм, кантарăр, ― терĕ Хлимун, хулпуççине хускаткаласа.
Кĕçех милиционер кĕчĕ те Хлимуна тĕрмене илсе кайрĕ...
21
Хлимун ĕçĕпе шăп та лăп виçĕ эрне аппалантăм. Вăл аммиак шывĕ мĕншĕн юхтарнине те пĕлтĕм: хăйне лектернĕ çын кил-çуртне краççын сапса вут хыптарасшăн пулнă. Анчах савăтран краççын мар, аммиак шывĕ палкаса тухнă...
Ĕç кунĕ вĕçленсен те, хваттере васкамарăм. Прокурор шăнкăравласса кĕтрĕм. Анчах Владимир Владимирович шăнкăравласа тăмарĕ, ман пата хăй кĕчĕ.
— Ма халь те каймастăн?
— Хаçат-журнал пăхкалатăп-ха.
— Туятăп, ĕçе тавăрса парасса кĕтетĕн. Чăнах та, тимлĕ тишкертĕм — пĕр çитменлĕх те тупаймарăм. Маттур. Хлимун айăплине вăйлă ĕнентернĕ. Атя, кайса канах. Ыран çĕнĕ ĕç паратăп. Ху пуçарнине. Лидия Гурьевнăна хупса лартрăмăр паян. Герăна та, «Жигули» ураписем илсе килекене те... Лешсем вăрласа килнĕ, Лидия Гурьевна сутнă... Вăрманта тупнă йĕмпе пушмака Нагаев арăмĕ палларĕ. «Ман упăшкан вĕсем», ― терĕ. Базăра Нагаева нимле путевка та паман. Кăнтăра вăл йĕр çухатас тĕллевпе тухса шăвăннă. Аброськин ăна санаторисенче шырать. Пĕлетĕн-и, Хура тинĕс хĕрринче мĕн чухлĕ санатори? Вунă талăк ăшталанчĕ уголовнăй розыск начальникĕ. Нагаев вара пĕр пĕчĕк поселока, тинĕс хĕрринчен икĕ çухрăма, вырнаçнă. Вырăнти участок инспекторĕ ярса тытнă ăна. Нагаева ыран хамăр пата илсе килеççĕ... Пĕр сăмахпа каласан, ку та кăткăс ĕç. Ку алапашсемпе те пайтах чаваланмалла пулĕ. Атя, кайса кан.
Прокурор хыççăн эпĕ те урама тухрăм.
Культура керменĕ тĕлĕнче Кулагина тĕл пултăм.
— Ма ман çинчен министерствăна евитлерĕн? Милицирен кăларса çапрĕç мана. Ĕç шыратăп, ― терĕ кӳренчĕклĕн.
Кулагинпа калаçса тăмарăм, пăрăнса утрăм.
Культура керменĕпе юнашарах халăх сучĕ вырнаçнă. Унта çынсем пухăнса тăнă. Вадим та пур. Вăл мана асăрхарĕ те хирĕç чупса пычĕ.
— Юрий Иванович... Каçарăр... Ун чухне эп... милици уйрăмĕнче..
— Атте.., ма аннепе юмахламастăн? — ыйтрĕ ывăлĕ, пирĕн пата пырса.
Часах Инна сасси те илтĕнчĕ:
— Юра, хăвăртрах кил. Автобусран юлатпăр.
Ача ашшĕнчен уйрăлчĕ те амăшĕ патнелле чупрĕ. Вадимăн кăмăл хуçăлчĕ. Пуçĕ усăнчĕ, куçĕ шывланчĕ.
— Суд пулчĕ паян — Инна манран уйрăлчĕ. Пăталанă евĕр, Вадим вырăнтан та хускалмарĕ. Ывăлĕ çул тăваткалĕнче курăнми пулсан — ĕсĕклеме пуçларĕ.
— Арăм уйрăлнăшăн мĕн макăрмалли пур? — пирĕн пата пырса тăчĕ Галя. ― Чун савни çук-им сан?
— Ывăлăм... Юратнă ывăлăм... Юра... — Вадим пит-çăмарти тăрăх куççуль тумламĕсем йăрăлтатса анчĕç.
— Эпĕ те ывăл çуратса паратăп. Тăхта кăштах, ― Вадима çупăрласа илчĕ Галя.
— Ан тыт-ха мана! Халь ман...
— Ай-уй, манран та ютшăнатăн-им? Атя, загса заявлени кайса парар... Çырăнар та пурăнар ĕретлĕ çынсем пек.
Текех сăнаса-итлесе тăмарăм, çаврăнтăм та Сăр хĕрринелле таплаттартăм...