Каçĕ пулнă-пулман икĕ çăлтăр
Йăлтăрать хĕвеланăç енче.
Ӳркенмесĕр, савни, кăшт пăхса тăр:
Эпир иккĕн — çав çăлтăрсенче.
Пĕри уçăмлă, çӳллĕ те çутă.
Тепри шăппăн çунать хыçĕнче.
Ĕлкĕрсе çитеймен пек пĕр утăм
Курăнать вăл малти çумĕнче.
Темĕнччен танкеретĕп те эпĕ
Тĕлĕнетĕп вĕсен йĕркинчен.
Ман пекех, иртеймест пуль çав, тетĕп,
Пĕчĕк çăлтăр шăпа çырнинчен.
Хĕвел аннă-анман икĕ çăлтăр
Çуталать сирĕн ял çумĕнче.
Хăйсене уйăрма та май çук-тăр,
Хушшисем вĕсен пурпĕр инçе.