Çӳллĕ, çӳллĕ, çӳллĕ ту,
Хăпарасчĕ ту çине.
Чун çунтармĕш юрату,
Ах, тупасчĕ савнине.
Çӳллĕ, çӳллĕ ту çине
Хăпармашкăн йывăр çав.
Чун юратнă савнине
Ах, тупмашкăн йывăр çав.
Çӳлле, çӳллĕ ту çине
Эп хăпарăп пурпĕрех.
Чун юратнă савнине
Эп тупатăп пурпĕрех.
Çӳллĕ, çӳллĕ ту çинчен
Эп анмашкăн пĕлес çук.
Чун юратнă савнирен
Эп нихçан уйрăлас çук.
03.01.07.