Çулла. Çанталăк ăшă.
Хĕвелĕ пĕçертет ирех.
Сенкер тӳпе те паян тăрă,
Пĕр пĕлĕт те çукпа пĕрех.
Курăк çинче мерчен пек сывлăм
Йăлтăртатса каллех выртать.
Эп сывлăмпа пите çăватăп,
Пуласчĕ хитре хĕр ача.
Паян асаннепе ирех
Çырла татма тухса каятпăр.
Эп хатĕрлерĕм карçынкка,
Асаннене валли — пурак.
Вăрман ялтан инçех те мар,
Унта ӳсет тем тĕрлĕ йывăç.
Юрă юрлаççĕ кайăксем,
Чуна уçаççĕ манăнне.
Часах çитрĕмĕр уçланка.
Кунта çырла вара тем чухлĕ.
Чечекĕсем тата епле
Илемлĕн курăнса лараççĕ.
Сĕрлеççĕ ĕçчен пыл хурч(ĕ)сем,
Таçта ула такка сассийĕ.
Тимлетĕп эп кашни сасса,
Тухас килмест çак вăрмантан.
Çапла чылай асаннепе
Çӳрерĕмĕр çырла пухса.
Хĕвел çӳле хăпарса çитрĕ,
Кайма халь вăхăт килелле.
Утатпăр çулпалла хуллен,
Ăш хыпрĕ, шыв ĕçес килет.
Çав хушăра асамлă сасă
Пырса кĕрет ман хăлхана.
Эп тимлĕ итлесе тăратăп,
Ăçтан ку сасă? Хăш енчен?..
Сас илтĕннĕ енне утатăпăр,
çитетпĕр пĕр çырма хĕрне.
Эпир унта хуллен анатпăр,
Кунта çăл куçĕ пур иккен.
Унăн шывне акă ĕçетпĕр,
Ăш хыпни ирттĕр-ха тесе.
— Ку шыв асамлă пулмалла, —
Сăмах хушать ман асанне. —
Хама вăй кĕнĕн эп туятăп.
Кун пек пулманччĕ халиччен.
Кунĕпелле ман асанне
Хаваслă кăмăлпа çӳрерĕ.
Кашни кунах çăл куç патне
Шывне ĕçме ирех васкарĕ.
Çакă асамлă шыв пирки
Кӳршĕсене те вăл пĕлтерчĕ.
Кашни кунах çак çăл патне
Мĕн пурĕ ял çынни васкарĕ.