Антун Коли, вăтăралла çывхарнă пулсан та халиччен те авланса ĕлкĕреймен ял механизаторĕ, профком панă путевкăпа хĕллехи çутă ир «Чуллă çырма» турбазăна канма çитсе ӳкрĕ.
— Ух! — терĕ вăл хăйне, кăпăшка çӳçĕсене регистратурă пӳлĕмĕнчи трюмо умĕнче тураса тăнă май. — Канатăпах кунта! Атту ĕçле те ĕçле ялта….
Ăна икĕ вырăнлă пӳлĕме хуларан канма килнĕ мучипе пĕрле вырнаçтарчĕç. Мĕтри пичче тесе чĕнеççĕ мучие. Пуçланчĕ вара çав кунах Кольăн канăвĕ! Çăра вăрманпа витĕннĕ Урал тăвĕсем хушшинче вырнаçнă турбазăна халăх лăк туллиех пухăннă иккен. Тĕрлĕ хуласемпе ялсенчен килнĕ кунта çынсем: ваттисем те, çамрăксем те… Йĕлтĕрпе тата лаша кӳлнĕ çунапа тусем хушшинчи айлăмсенче ярăнасси илĕртет пуль ĕнтĕ вĕсене. Тата тĕрлĕ вăйăсемпе ташă каçĕсем, аттракционсем те йĕркелеççĕ кунта.
Коля, йĕлтĕрпе ярăнма юратаканскер, иккĕмĕш кунах турбазăран вунă-вун пилĕк çухрăмра вырнаçнă çӳллĕ ту çине йĕлтĕрпе кайса курмалли туристла маршрута çырăнчĕ. Инструктор вунă çынран тăракан ушкăна ту çине илсе кайса килчĕ, Урал тăвĕсен илемĕпе паллаштарчĕ. Лачкăм тара ӳксе таврăнчĕç çынсем каç енне маршрутран.
— Мунча пур-и кунта? — хăйĕн пӳлĕмне килсе кĕнĕ-кĕменех ыйтрĕ Коля Мĕтри мучирен. — Нăкă тарларăм. Çăвăнас килет.
— Пур, пур мунчи, — мăйăхне пĕтĕркелерĕ мучи. — Эрнере пĕрре хутаççĕ ăна. Шăпах паян. Кайса кĕме пултаратăн. Мунчинче пĕр çăвăнмалли зал çеç пулнăран, малтан унта арçынсем çăвăнаççĕ, кайран — хĕрарăмсем.
Мунчара исленсе, милĕкпе çапăнса ӳт-пӳне кантарма ĕмĕтленнĕ Коля çак сăмахсене илтмерĕ те пулас: васкаса мучи кăтартнă еннелле — мунчана тухса вирхĕнчĕ. Мунчара ăшши пара-пара çапăнма пĕчĕкренех юратать çав вăл. Хырăран пураса лартнă мунчан касси умĕнче çынсем чылайăн пухăннă иккен. Вĕсем мунча кĕме ирĕк парассине чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Акă, мунчан тумтир хывмалли-тăхăнмалли анлă пӳлĕмĕн алăкĕ уçăлчĕ те арçынсем унта кĕрсе тулчĕç, хывăнма пикенчĕç. Коля та çийĕнчи тумтирне йăпăр-япăр хывса хăйĕн сакки умĕнчи пăта çине çакрĕ те çăвăнмалли зала кĕрсе кайрĕ, аллине таз илсе шыв кранĕ патне пычĕ. Ыттисем те, тазĕсене шывпа тултарса çăвăнма пикенчĕç. Коля хăй çмне шыв ячĕ, супăньпе тен-çурăмне кăпăклатрĕ. Анчах çакă çеç çитмерĕ ăна, залăн пĕр енчен курăнса тăракан хăма алăк патне пычĕ те ăна уçрĕ, хăмасенчен çапса тунă пусмасем тăрăх чи çӳле хăпарчĕ. Вĕри сывлăш пырса çапрĕ ăна кунта. Каччăн кĕлетки, çакна туйса, самантрах рехетленсе кайрĕ, çавăнтах тарпа витĕнчĕ. Чулсем çине шыв сапа-сапа милĕкпе çапăна пуçласан, вĕриленсе, хĕрелсе кайрĕ вăл.
— Ах, лайăх та! — савăнать Коля хăйне милĕкпе хĕненĕ май. — Ах, чипер! Хамăн килти мунчара çапăнатăп, тейĕн.
Çапăнса ывăннă хыççăн вăл залри хăйĕн сакки патне пычĕ, кевтине каллех супăньлерĕ. Унтан тепре милĕкпе çапăнма кайрĕ вăл. Ывăниччен çапăннă хыççăн пусман картлашки çинче вĕри пăспа чылайччен шӳсе ларчĕ. Хăйĕн сакки патне таврăннă вăхăта ыттисем залран тухса кайса пĕтнĕпе пĕрехччĕ ĕнтĕ. Залра пĕр-ик арçын çеç юлнăччĕ.
— Таçта васкаççĕ кусем? Канма пĕлмеççĕ! — сакки çинче тĕлĕнсе ларать Антун пиччен сар ачи çӳçĕсене шампуньпе çунă май. — Э-эх çынсем!
Çăвăнакан васкамасăр пуçĕ çине пĕр таз шыв ячĕ те тăхăнмалли пӳлĕме тухрĕ, питшăллипе шăлăнкаланă хыççăн сакки çине канма ларчĕ.
— Сивĕнем-ха мунча çинчен, — терĕ вăл хăйне. — Васкас мар. Тумтире тăхăнса ĕлкĕрĕп-ха.
Хывăнмалли-тăхăнмалли пӳлĕмрен юлашки çын тухса кайнине Коля сисмерĕ те. Ларать вăл, питшăллипе хырăмне сăтăркаласа киленет.
Анчах… Анчах çак самантра мунчан алăкĕ шавлăн уçăлчĕ те, мачча çине пăхса ларакан Кольăна асăрхамасăрах, пӳлĕме…. хĕрарăмсем çуйхашса-кăшкăрашса чупса кĕре пуçларĕç. Саксем çинчи пушă вырăнсене часрах йышăнасшăн васкаççĕ хăйсем. Çавăнтах кĕпи-йĕмĕсене хыва пуçларĕç. Икĕ çамрăк хĕрарăмĕ Кольăн икĕ енне пырса ларчĕç. Кусем те çийĕнчи тумтирĕсене васкавлăн хывма пикенчĕç. Калăн, вĕсен çумĕнче куçĕсене чарса пăрахнă каччă çук та тейĕн! Çак самантрах çатта-çарамас тăрса юлчĕç Кольăн çĕнĕ кӳршисем. Аптранипе икĕ пĕççи хушшине часрах питшăллипе витрĕ каччă, çарамас хĕрарăмсем çине пăхас мар тесе куçне хупрĕ.
— Намăссăр этем! Эсĕ кунта мĕн тăван! — кăшкăрса ярассăн туйăнчĕ ун çине.
Анчах… асăрхамарĕç те пулас ăна! Пурте çăвăнмалли зала чупса кĕрсе кайрĕç.
Коля куçĕсене уçнă вăхăтра хывăнмалли-тăхăнмалли пӳлĕмре пĕр хĕрарăм та юлманччĕ ĕнтĕ, çăвăнмалли зала кĕрсе пыракан юлашки хĕрарăмăн мăнтăр купарчи çеç куçа лексе юлчĕ ăна. Каччă урисем çине сиксе тăчĕ, васкаса тăхăнма пуçларĕ. Пĕр-ик минутран урама сиксе тухрĕ.
— Ух! Халиччен курманччĕ кун пеккине! — мунча çине çаврăнса пăхрĕ каччă. — Каяс часрах хамăн пӳлĕме!