Çырла тутиллĕ тунсăхăм,
Çăлкуç таппиллĕ шухăшăм
Чĕнеççĕ-çке инçе çула.
Çунатлă çăлтăр-ĕмĕтĕм,
Чупса мар, вĕçсе çитĕттĕм:
Васкатăп эп тăван яла.
Аван-и, ентешсем,
Сывах-и, тăвансем?
Туссем, юлташăмсем,
Манми тантăшăмсем.
Тăван аттен хăватлăхĕ,
Аннен ачаш сăваплăхĕ
Пиллерĕç пуль вĕçме çӳле,
Çуралнă çĕр сипетлĕхĕ,
Несĕлĕмсен пехетлĕхĕ
Чĕнеç килсе курма сире.
Аван-и, шăллăмсем,
Сывах-и, йăмăксем?
Тăхлачă, хăтасем,
Юратнă çыннăмсем.
Çара ура — ачалăхăм,
Чечек кавирлĕ улăхăм,
Курап сире тĕлĕкре çеç.
Юрт-юрт, лашам, хыпалансам,
Тумхахсенчен ан такăнсам,
Тăван патне çитесчĕ çеç.
Аван-и, йăмрасем,
Сывах-и, хурăнсем?
Мăнаçлă юмансем,
Чун савнă вырăнсем...