Çумăр çунă чух çӳлтен
Юрпа хутăш, ерипен
Сивĕ мар пĕртте тулта,
Анчах ăшши çук унта.
Çутçанталăк йĕркине,
Епле кун килессине
Пĕлме çук çапла чухне,
Тухма çук вĕçне-хĕрне.
Сăмахланă чух манпа
Эсĕ ăшă туйăмпа —
Савăнатăп эп ялан.
Анчах, мĕншĕн-тĕр паян
Ман çине эс пăхрăн пек
Юратмасăр, çилĕпе.
Кӳрентертĕм-ши сана?
Е пăрахрăн эс мана?
Юрлă-çумăрлă кунсем,
Пăтранса та чӳхенсе,
Иртсе кайĕç пурпĕрех.
Анчах, мĕншĕн-тĕр чĕре
Лăпланмасть çанталăк пек —
Пăлханать талăкĕпех.
Савнă тус! Мана итле:
Йăл! кулсам яланхилле.