Юрататăп тăван чĕлхене —
Ăна парнеленĕ анне.
Аякра эп пулсан та ялтан
Манас çук чĕлхене нихăçан.
Анчах темшĕн тăван чĕлхепе
Хăш-пĕри именет пуплеме.
Чăвашла сăмахлать вăтанса,
Вырăсла калаçать такăнса.
Тин çуралнă пепке те хăш чух
Сăпкаран вырăсла çеç илтет.
Шутласамччĕ, тăван, ун пек чух
Ман чĕлхем куç кĕрет-çке пĕтет.
Эс, чăваш, ан имен нихăçан
Чăвашла пуплеме хулара.
Эс, чĕлхем, тепĕр алă çултан
Тата хытăрах янăра!