I. Унăн историйĕ
Кушлавăш текен вун икĕ ял уйĕ
Хура вăрманпа хупланса выртать;
Çулла е хĕлле — такам та туйĕ —
Вăрманлăх кунта хӳтлĕхне тытать.
Хаваслă кĕтес! Сывлать вăл кал-кал...
Илемлĕ, аслă çакăнти вăрман.
Пĕр-икĕ çĕр ĕмĕр пирĕнтен авал
Вĕçĕ-хĕрри ун ниçта курăнман... —
çакăн пек сăмахсемпе пуçласа янăччĕ эпĕ хамăн хĕрĕх çул каялла çырнă «Хĕн-хур айĕнче» поэмăн малтанхи сыпăкне. Кушлавăш уйĕн сăн-сăпачĕ ун чух чăнах та çаплах пулнă. Пĕр 40 — 45 çул ĕлĕкрех çеç-ха вăл çак тăсăк виç кĕтес евĕр курăннă уй йĕри-тавралла пекех ватă вăрманпа хупланса выртатчĕ. Юлашки вăтăр çул хушшинче таврари сĕм вăрмана касса пĕтернĕ пирки ку унăн сăн-сăпачĕ питĕ нумай улшăнчĕ ĕнтĕ. Унта та кунта курăнакан катасем (ращасем) пĕтрĕç, çырмалăхри çатракасем çаралчĕç. Аслă уй сарăлса кайнипе ун виç кĕтес евĕрлĕ форми те çухалчĕ. Халĕ ĕнтĕ ăна уй теме те çук, тункаталлă хунав вăрманпа чикĕленсе тăракан хир тесен те юрать. Вăрмансене касса çаратнă пирки йăлтăркка шывлă çырмасем типсе ларчĕç, ĕлĕк çыран туллин юхса выртнă шывсем те хухрĕç. Таврари вăрмана каснине хамăр курман пулсан паян ăна ниепле те «Кушлавăш уйĕ» тесе калас çук.
Кушлавăш уйĕ Канашран Çĕмĕрлене тата Улатăралла каякан чугун çулсем хушшинче выртать. Унта пурĕ вун икĕ ял. Вĕсенчен вуннăшĕ: Кушлавăш сали, Пысăк Упакасси, Пĕчĕк (Анатри) Упакасси, Шуркасси, Шепекеч, Ершипуç, Кӳстӳмĕр, Хураçырма, Кив Мӳрĕш (Мамалай), Çĕн Мӳрĕш (Булатово) — чăваш ялĕсем; иккĕшĕ — Кольцовкăпа Зеленовка (Амачкин) — ĕлĕк помещиксем тытса илнĕ çĕр çинче ӳссе ларнă вырăс ялĕсем.
Кушлавăш уйне хĕвел анăçпе çурçĕр енчи Хапăс-Уравăш-Хирпуç-Рункă-Ачча çĕрĕсенчен Кĕçĕн Çавал шывĕ уйăрса выртать; хĕвел тухăçĕпе кăнтăр еннелли Хумпуç уйĕнчен Кушлавăшпа Йĕкĕс шывĕсем тата çак шывсем тăрăх тăсăлакан хыр вăрманĕ уйăрать; кăнтăрпа хĕвел анăç хушшинчен Сăр вăрманĕ чикĕлесе тăрать.
Пĕр хĕрĕх-аллă çул ĕлĕкрех çеç-ха, Çавалпа Вăрнар шывĕ тăрăх тĕлĕпе хырлăх, тĕлĕпе юманлăх кашласа ларнă чух, Сĕм Чăрăшлă Кӳстӳмĕр катипе Уравăш-Хирпуç ращисем те ирĕклĕн сарăлса ӳснĕ чух, Кушлавăш уйĕн çурçĕрпе хĕвел тухăç хушшинчи чикки те хура вăрманпа хупланнă пекех туйăнатчĕ.
«Кушлавăш уйĕ» тенине урăх çĕрти чăвашсенчен хăшĕ-хăшĕ «Кушлавăш тăрăхĕ» теççĕ, теприсем тата «Кушлавăш таврашĕ» тесе чĕнеççĕ.
Кушлавăш уйĕнче вун икĕ ял терĕмĕр. Вĕсен кашниннех хăйне уйрăм ячĕ пур. Анчах та ытти çĕрти чăвашсем çав ялсене пурне те «Кушлавăш» ячĕпе çыхăнтарса каласан çех аван пĕлеççĕ. Сăмахран: Кушлавăш Упакасси, Кушлавăш Хураçырма, Кушлавăш Шуркасси тесе каламалла тата ытти те. Çапла вара кунти чăваш ялĕсене пĕрлештерсе тăракан пĕр кăк, пĕр тĕп ят «Кушлавăш» пулса тăрать.
Пĕр таврари темиçе яла çакăн пек пĕр тĕп ятпа пĕрлештерсе чĕнесси вăл Кушлавăш уйĕнче çех мар, Чăваш республикин ытти вырăнĕсенче те чылай пулнă. Тĕслĕхрен акă, Кушлавăшпа юнашар Хапăс тăрăхĕнчи ялсен çумне те ĕлĕк «Хапăс» ятне хушса: Кивьял Хапăс, Вăрманкас Хапăс, Чиркӳллĕ Хапăс, Кӳлхĕрри Хапăс тесе чĕнетчĕç. Хум шывĕ çинчи «Хумпуç уйĕ» текен тăрăхри ялсене те çаплах: Хумнуç Патăрьелĕ, Хумпуç Çĕрпелĕ, Хумпуç Энтриелĕ тетчĕç. Татмăш тăрăхĕнчи ялсене те ĕлĕк Пасарлă Аччи-мĕнĕпех «Татмăш» ятпа çыхса чĕннĕ. Енĕш, Кипек, Упи, Тăрăн, Марка, Туçи тăрăхĕсенчи ялсене те çаплах çак асăннă ялсен ячĕсемпе çыхăнтарнă. (Кунашкал йĕрке Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне, Элĕк, Муркавăш, Тутаркасси енĕсенчи вирьял чăвашĕсем хушшинче çех пулман.)
Пĕр тăрăхри темиçе яла çакăн пек пĕр тĕп ятпа çыхăнтарса чĕнесси вăл авалах, çав таврари ялсем уй çĕрĕпе усă курассинче пĕр-пĕринпе таччăн çыхăнса тăнинчен тухнă. Вĕсен тырă акса тумалли, çаран çулмалли пусу çĕрĕсем темиçе ялăн пĕрле хутшăнса тăнă. Ана вырăсла «сложное землĕпользование» тенĕ.
Çĕре темиçе ял хутăштарса пĕрле усă курасси акă мĕнтен килме пултарнă. Елĕк-авал вăрман хушшинчи ирĕк çĕре (е çеçен хирти пушă çĕре) чи малтан пĕр ял (общество) йышăнса илсе хăй çумне çирĕплетнĕ. Ку çĕр вара талккишĕпех çав малтан йышăнса илнĕ обществăн çĕрĕ шутланнă, ăна çав ял ячĕпе чĕннĕ. Каярахпа куçса пынă çынсен, çав çĕрсем çинче хăйсене уйрăм ял туса лартнă пулин те, çĕрпе усă курас тĕлĕшрен кунти тĕп яла (обществăна) пăхăнса тăмалла пулнă. Çакна пула вĕсен хăйсен уйрăм ялĕ çумне кунти тĕп ялăн ятне те хушса хума тивнĕ.
Пĕр кăкран тытăнса тăракан ялсем хăйсен уй çĕрĕ пахалăх тĕлĕшĕпе кашнинех пĕр тан çырлахтартăр тесе çĕрне пĕтĕм уйĕпех хутăштарса ярса валеçнĕ.
* * *
Хальхи Кушлавăш уйĕ текен тавралăх вăл XVII ĕмĕрччен вăрманлă ятсăр вырăн пулнă. Унта ниçта та нимĕнле «Кушлавăш» тени пулман. Вăрман хушшипе хĕвел анăçĕнчен тухăçалла пысăк мар, анчах та çыран туллиллĕ шывсем юхса выртнă. Шывĕсен те ячĕсем пулман. Пĕр пысăкрах шывне çех Кĕçĕн Çавал тенĕ. Ун çумĕнче выртакан çĕрсене Кĕçĕн Çавал тăрринчи вăрманлăх тенĕ. Пулас Кушлавăш уйĕ те çак вăрманлăхах кĕнĕ. Кунта вара çаранлă ĕшнесем, уйланкăсем, сайра йывăçлă çырма çучĕсем çуталса выртнă. Тăвайккисенче, сăртламсенче ватă вăрман пулнă. Вырăнĕпе çамлăх: юман, каврăç, йĕлме, хурама, вĕрене йывăççисем сарлака çулçисемпе шавланă; тĕлĕ-тĕлĕпе хурăнлăх, чăрăшлăх, çăкалăх; тĕлĕпе шалкăм таса хырлăх каш-ласа ларнă. Вĕсенче этем курăнман-ха. Тавралăха вĕçен кайăксен сасси-юрри кăна янратнă е тискер кайăксем çеç сиккелесе, йăраланса çӳренĕ.
Хăçан, хăш çулта килсе çитнĕ ку вырăна чи малтанхи çынсем — ун çинчен уççăнах татса калама çук. XVII ĕмĕр варринчех-и е çак ĕмĕр вĕçнелле тин-и, ку паллă мар. Анчах та 1700 çул тĕлнелле ку таврара çынсем пурăннă ĕнтĕ. Ун çинчен ĕнентерсех калама пулать. Йăлкăшса юхса выртакан Вĕлтренпе Пăтавăш тата Кĕçĕн Çавал хĕррисенчи уйланкăсенче икшер-виçшер кил-çурт курăнкаланă. Вĕсен мунча пек хура пӳрчĕсенчен сăрă тĕтĕм мăкăрланса айлăмсем тăрăх сарăлнă; йытăсем вĕрни илтĕннĕ, улăхсенче лашасем, ĕнесем, сурăхсем çӳренĕ; сĕмлĕхсенче кăшкăрнă этем сасси янранă.
Пире малтанах кунта ăçти чăвашсем килсе кĕни тата вĕçем хăйсем йышăннă çĕре мĕншĕн «Кушлавăш уйĕ» текен ят пани интереслентерет. Тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, çакăн пек пулни палăрать. Чи малтанхи çынсем кунта йышлăн мар, пĕчĕк ушкăнсемпе Çавал шывĕн анат вĕçĕнчен килсе ларнă. Малтанах Кушлавăш çыннисем килсе çитнĕ те хăйсем йышăнса илнĕ тавралăха «Кушлавăш çĕрĕ» тесе çыртарнă. Çавăнтан вара Çавал тăрринче Кушлавăш уйĕ пуçланса кайнă.
Анат-Çавалта Кушлавăш тенĕ ял иккĕ пулнă: пĕри — Пысăк Кушлавăш, тепри — Кĕçĕн Кушлавăш. Çыннисем иккĕшĕнчен те куçса килнĕ. Вĕсем çĕнĕ вырăнта XX ĕмĕр пуçланичченех халăх çĕрĕсене е шыв арманĕсене околодкăсем çине уйăрса уйрăммăн тытнă тата вĕсене тара панă чух та ĕç хучĕсене яланах икĕ околодка хăйсене тĕллĕн, уйрăммăн тултарнă. Пĕрине Пысăк Кушлавăш, тенрине Кĕçĕн Кушлавăш околодкисем тенĕ. Çавăн пекех ĕлĕк çуралнисемпе вилнисене çырса пынă метрика (загс) кĕнекисенче те пĕр ял çыннисемех пĕрисем Пысăк Кушлавăш, теприсем Кĕçĕн Кушлавăш околодки тесе çыртарнă. Тата околодка тес вырăнне тăтăшах «ял» тесе çыртарни те пулнă. Кусем, паллах, кушлавăшсем Анат-Çавалти икĕ ялтан куçса килнине пĕлтернĕ.
Анат-Çавал çĕрĕнче халĕ Кушлавăш текен ялсем çук. Икĕ ялĕнчи çынсем те ĕлĕкех тĕрлĕ енне куçса пĕтнĕ пулмалла. Анчах та çав ялсем ларнă çĕре халичченех пĕр «Кушлавăш кĕперĕ» текен вырăн çеç палăртса тăрать. Кунта та, улăхра, çыран икĕ еннипе мăкăрăлса выртакан тăпра купи çех курăнать. Çав Кушлавăш ялĕсем хальхи Алмантей-Упакассисем çывăхĕнчех пулнă. Кушлавăш çыннисем пĕр Кĕçĕн Çавал тăррине çех мар, урăх çĕрсене те куçса кайнă пулас. Кушлавăш тенĕ ял халĕ Хĕрлĕ Чутайпа Элĕк хушшинче те пур. Ăна тури чăвашсем «Кăшлавăш» теççĕ. Тата Тутар республикинчи Тетĕç хули çывăхĕнче те Кушлавăш-Рункă текен ял тĕл пулать. (Рункă тенисем Кушлавăшсемпе авалтанпах йĕкĕреш ачасем пек çыпçăнса пурăннă. Ун пек ял Анат-Çавал çĕрĕнче те пулнă; хальхи Кушлавăш уйĕ умĕнче те, Пасарлă Аччаран анатарах, Çавал çинче Рункă тĕл пулать. Тата Тутар республикинчи Пăва хули çывăхĕнче те Рункă ялĕ пур. Кусем пурте Çавал çинчен куçса ларнăскерсем пулмалла.)
Мĕн хăваланă-ши Кушлавăш çыннисене хăйсен тĕп вырăнне пăрахса çĕнĕ çĕрсене куçса саланма?!. Паллах, пурнăç ырă пирки мар, пурăнма йывăрланса çитнĕ пирки пăрахса хăварнă вĕсем хăйсен кивĕ вырăнне... Кушлавăш ялĕсем Атăл çывăхĕнче тата Çавалăн анат вĕçĕнче ларнă. Ун пек пысăк шывсем ун чух тӳре-шара çыннисемпе çар ушкăнĕсем çӳремелли пĕртен-пĕр пысăк çулсем пулнă. Влаç çыннисен хаярлăхĕ, çар ушкăнĕсем халăха тăнăлтарасси пуринчен ытла çав пысăк çул хĕрринче ларакан ялсене тивнĕ. Кушлавăшсем хăйсен тĕп ялĕсенчен Пĕрремĕш Петĕр патша вăхăтĕнче, хăшĕсем маларах та куçса саланнă пулмалла. Çав саманара хресченсене, уйрăммăнах вырăс мар вак халăхсене, пăвса хĕсмелли йĕркесем питĕ нумай пулнă. Çулсерен вуншар тĕрлĕ хырçă-марçă, тĕрлĕрен налог шыраса илнĕ, этем тӳсейми çарпа ĕç повинноçĕсене туса тăма лекнĕ. Вăрçăсем тухсан кашни пилĕк килтен пĕрер çын лаши-мĕнĕпех çар ĕретне ямалла пулнă, патшалăх чиккисенче крепăçсем тума хăваланă. Хуса кайнă çынсенчен сывă таврăнакансем çукпа пĕрех пулнă. Çакăн пек асапра çуннă чăвашсем час-часах:
«Каяр сĕмлĕхе,
Пурйнар ирĕкре...
Пире пуçлăхсем унта тупас çук» —
Тенĕ çĕя çĕре куçма тăнă чух.
(«Хĕн-хур айĕнче» поэмăран.)
Паллах, кушлавăшсем Кĕçĕн Çавал тăррине те çавăн ек шухăшсемпе куçса килнĕ пулмалла.
Кушлавăш пирки тата тепĕр ыйту тухса тăрать. Ăçтан, мĕнле илсе хунă-ха хăйсен ялĕсен ятне Çавалăн анат вĕçĕнче пурăннă Кушлавăш çыннисем? Мĕне пĕлернĕ вĕсен «Кушлавăш» тенĕ сăмахĕ? Чĕлхе тĕпчевисем каланă тăрăх, Кушлавăш тени çармăс (мари) чĕлхинчен куçса юлнă имĕш. Çармăсла «Кушлавăш» ени чăвашла «Вăрманкасси» тенине пĕлтерет теççĕ. Мĕншĕн тесен çармăсла «кожла» тени «вăрман», «вăрманта» тенине пĕлтерет; «вăш» тени — çармăсла «вож» в «важ» авал «касă» тенине пĕлтернĕ пулмалла. Хальхи мари чĕлхинче ку сăмах «кăк, тĕпĕ» тенисене пĕлтерет. Çармăссемне чăвашсем пĕр сăмахах хăйсене май хыттăн е çемçе сасăсемпе каласси вăл вĕсен сасă законĕсем уйрăм тăнинчен килет.
«Кожлавож» тенинчен Анат-Çавал çĕрĕнчи Кушлавăш ялĕсене çармăссем авалах, вĕсем хăйсен хурăнташлă йăх — ăру — кăк йĕркисемпе пурăннă ĕмĕрсенчех, пуçласа яни те палăрать.
Кушлавăшсем пуçланнă ĕмĕрте Çавалăн анат вĕçĕнче, паллах, сĕм вăрмансем пулнă, унта çармăссем те пурăннă. Этнографсем каланă тăрăх, чăвашсемпе хутшăнса кайнă çармăс йăхĕсем пурăна киле йăлтах чăвашланса çитнĕ. Çавалăн анат вĕçĕнче те, Кушлавăш тăрăхĕнче те халь çармăссем çук. Анчах та чăваш хушшинчи хăш-пĕр ялсемпе çырма-çатра ячĕсем паян кунчченех çармăс чĕлхине е çармăс халăхне аса илтереççĕ. (Кушлавăш уйĕпе унăн çывăхĕнчех Пăтавăш, Кăкавăш, Мăркавăш ятлă пĕчĕк юхан шывсем, Уравăш, Явăш, Туçи-Çармăс, Хурăнсур-Çармăс ятлă ялсем пур тата ыт. те).
Кушлавăш çĕрне Анат-Çавалтан чи малтан куçса пынă çынсем хушшинче те çармăссем пулма пултарнă.
Мари чĕлхи халичченех виçĕ пысăк диалектла туратсем çине (тури, анатри, хĕвел тухăçри йӳпĕсем çине) уйрăлса тăрать. Чăвашланнă марисен йăхĕ-чĕлхи, тен, татах та уйрăмрах пулнă пулĕ. «Важ», «вож» тенисем вĕсен ăнланăвĕпе, тен, чăвашла «касă», «ушкăн» тенисенех пĕлтернĕ пулĕ.
II. Малтанхи касăсем
Ĕлĕкхи чăвашсем çырăва пĕлмен, çавăнпа вĕсенчен таврара хăçан мĕн пулни çинчен çырса хăваракан та пулман. Анчах та çав хут пĕлмен халăх хушшинчех тăнлă çынсем сахал мар пурăннă. Ун пеккисем вара халăхра тахçан ĕлĕк пулнă ĕçсем çинчен сыпăкран сыпăка куçса пынă халапсене те тĕлĕнмелле астуса усранă. Çавăн пек халапсем хушшинче Кушлавăш уйĕ пуçланнă чух пурăннă чăваш çемйи çинчен калаканни те пур. Акă вĕсенчен пĕри, Якур Иванĕ каласа пани1.
«Пирĕн çак Кушлавăш уйне куçса килнĕ тĕп асатте Эрхитсав ятлă пулнă. Унтанпа ĕнтĕ пирĕн йăх сакăр сыпăк (поколение) пурăнса ирттерет. Пурăннă вĕсем Çĕрпӳ хули леш енче. Унта пурнăç хĕсĕкленсе çитнĕ. Пурнăç йывăр пулнă. Эрхитсав вара çичĕ ывăлне, виçĕ кинне илнĕ те кунта тухса тарнă. Кĕçĕн Çавал тăррине çитсе чарăнсан икĕ аслă ывăлĕпе пĕрле виçĕ кун хушши йĕри-таврана пăхса çӳренĕ. Çавăн чух кунта ялсем пулман; çырма çучĕсенче, уйланкăсенче пĕрер, икшер, виçшер кил-çурт çех курăнкаланă...Эрхитсавсене Вĕлтрен çырмин анаталли вырăнĕ килĕшнĕ. Вĕсем чарăннă та Вĕлтрен хĕррине малтанлăха çĕр пӳрт пек хӳтлĕхсем туса лартнă, выльăх-чĕрлĕхне усрама карта тытса çавăрнă. Каярахпа майлăрах пӳрт туса лартнă. Çичĕ çул пурăннă вĕсем пĕр пӳртре. Çичĕ çул хушшинче çичĕ ывăлĕ валли çичĕ кил-çурт çавăрнă. Кашнин валли икшер хутлă пĕрер ампар туса хăпартнă. Кĕçĕн ывăлĕ ӳссе çитĕнсен вара Эрхитсав старик ултă аслă ывăлне пĕр çултах уйăрса кăларнă. Мĕн пур пурлăхне пурне те пĕр тан уйăрса панă. Тырă акмалли, çаран ӳстермелли вырăнсенче пурте пĕрле ĕçленĕ: вăрман хăртнă, тымар кăкланă, лачакасене типĕтнĕ. Юрăхлă çĕрĕсене кайран ачисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе йĕркеллĕн валеçнĕ.
Эрхитсавăн аслă ывăлĕ Сиквар, тепри Якат, виççĕмĕшĕ Илькка пулнă. Хăюллă та паттăр пулнă вĕсем.
Эрхитсавсем вăрман хăртнă вырăнтан инçе мар пĕр пĕчĕк помещик пурăннă. Унăн выльăхĕсем хушшинче пĕр сакăр çулхи вăкăрĕ пулнă. Усал пулнă çав вăкăр: хĕлĕн-çăвĕн ирĕкре çӳренĕ; чăвашсен уйри тырă çĕмелĕсене, суратсене, утă куписене мăйракисемпе тĕке-тĕке ишнĕ, урисемпе кукалесе салатнă. Ун патне никам та пырайман. Вăл мĕкĕрнĕ, хăваланă, пурне те хăратнă. Чăн, ку вăкăра чăвашсем мĕнле те пулин вĕлерме пултарнă ĕнтĕ. Анчах та вăл улпут вăкăрĕ пулнă-çке-ха! Çавăнпа ăна тивме шикленнĕ.
Пĕррехинче çав вăкăр Эрхитсав ывăлĕсем тунката кăкланă çĕре мĕкĕрсе пынă. Сиквар каланă:
— Ан тарăр, шăллăмсем. Шалçасем, кӳсексем тытар та пĕр вырăнтах тăрăпăр... Анчах та мĕн тăвас ку вăкăра? Ăна текех ахаль яма юрамасть! — тенĕ.
— Нумай çынна инкек кăтартрĕ вăл. Панари инкене те пĕтерчĕ. Сывалаймарĕ, вилчĕ вĕт! — тенĕ Якат.
— Улпутсем пире ялан тире сӳсе илессипе хăратаççĕ. Тавай эпир улпут вăкăрĕн тирне сӳсе ярар хуть! — тенĕ Илькки.
— Тавай! — килĕшнĕ Илькка каланипе ыттисем. — Чĕрĕллех сӳсе яратпăр, — тенĕ.
Вĕсем вĕрлĕксемпе, кӳсексемпе çапа-çапа малтан вăкăрăн мăйракине ӳкернĕ, унтăн ăна йăвантарса янă та урисене çыхса лартнă. Пĕр сехетрех усал вăкăрăн çурăмĕпе хырăмĕ çинчи тирне касса сĕвеççĕ. Вăкăр вилмен-ха. Унăн урисене салтаççĕ те вăл хăех тапаланса тăрать. Ăна килнелле хуса яраççĕ. Вăкăр юн юхтарса мĕскĕннĕн кăна хуçи килĕ енне танкăшать.
Вăкăрне камсем асап кăтартнине помещик пĕлнĕ. Вăл Эрхитсав ывăлĕсене хăратма тăнă. Кусем хăраман. Вăкăру чăвашсене нумай сиен кӳчĕ! Çынсене тĕксе вĕлерчĕ. Ан кăшкăр луччĕ. Эсĕ чăваш çĕрĕ çинче пурăнатăн. Атту, вăкăрне сӳсе янă пек, хăвна та тытса сĕвĕпĕр. Пуçу сывă чух — сирĕл пирĕнтен! — тенĕ вĕсем улпута.
Помещик чăнах та шикленнĕ пулас: полици таврашне чĕнес — вĕсем кунтан инçетре пулнă, ялти чăваш сутниксем хăйсем те шанчăклă мар. Ку енне хăй те тинрех килсе вырнаçнăскер, вăл Эрхитсав ывăлĕсемпе чĕрре кĕрсе кайма хăяйман. Çакăн пирки пулĕ хăйĕн хаяр вăкăрне пĕтерекенсене улпут нимĕн те тăвайман». Çак халапран эпир Кушлавăш уйĕ пуçланнă чух кунти çынсем мĕнле пурăннине тата кунта çав вăхăтрах сĕмсĕр помещиксем те пуçтахланса пырса тăрăннине куратпăр.
XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнче вăрманлă Кушлавăш çĕрне çĕнĕрен çĕнĕ хресчен ушкăнĕсем пырса хутшăннă. Малтан Çавалăн анат вĕçĕнче ларакан Алмантай-Упакасси чăвашĕсем чылайăн куçса пынă. Алмантайсем кивĕ вырăн тăрăх кушлавăшсен кӳршĕ ял çыннисем шутланнă. Çавăнпа та кушлавăшсем вĕсене савăнсах йышăнса илнĕ. Вĕсем хыççăн, нумай та иртмен, Çĕрпӳ çывăхĕнчи Имĕлтеш çыннисем, унтан Шупашкар çывăхĕнчи Паçпак (Байсубаково) хресченĕсем пырса çитнĕ.
Кунта çав вăхăтра халăх çĕрĕ тесе шутланакан вăрманлă çĕр нумай пулнă-ха, çавăн пирки ку тавралăха йăлтах хăйсем çине йышăннă кушлавăшсем çĕнĕрен куçса пыракансене хирĕç пулман.
Пулас пысăк уй варринчи Пăтавăш улăхне лартнă кил-çуртсен кассине «Кушлавăш» текен ят панă. Мĕншĕн тесен ку ял кассине пуçласа яракансем Кушлавăш ялĕсенчен чи малтан куçса пынă çынсем пулнă.
Çав вăхăтрах кушлавăшсен тата икĕ ушкăнĕ кăнтăр еннерех кайса Вĕлтрен çырми хĕррине вырнаçнă. Ун чухне Вĕлтренĕн те, Пăтавăш çырмин те ячĕсем пулман-ха, вĕсен ячĕсене кушлавăшсем каярахпа хăйсем хунă.
Вĕлтрен хĕррине вырнаçнă чăвашсем малтан икĕ пĕчĕк касă туса лартнă. Пĕрине Пысăк Кушлавăш, теприне — Кĕçĕн Кушлавăш околодки тенĕ. Ку уйрăм околодкăсем ĕнтĕ кунти чăвашсем Çавалăн анат вĕçĕнчи икĕ ялтан — Пысăк Кушлавăшпа Пĕчĕк Кушлавăшран — куçса килнисене пĕлтернĕ. Каярахпа кунта имĕлтешсемпе паçпаксем те пырса хăйсене уйрăм касăсем туса лартнă. Ун чух пулас ял тĕввисен урамĕсем те пулман, вĕсем, хăйсен тăван-хурăнташ çыхăнăвĕсем тăрăх, ушкăн-ушкăнăн чăмăртанса ларнă. Ушкăн варринче хурăнташ-тăванлăхри чи аслин, хисеплĕреххин, кил-çурчĕ пулнă, ыттисем вара урамсăр-мĕнсĕрех çав хисеплĕ ваттин çурчĕ тавра ларса вырнаçнă. Пурин те тăрпасăр, пĕчĕк чӳречеллĕ хура пӳрчĕсем кил* карти варринче лăпчăнса ларнă. Касăри çынсем пĕр-пĕрии патне каймалла пулсан кукăр-макăр та ансăр тăкăрлăксем тăрăх çӳренĕ.
Алмантай-упакассисем те икĕ пая уйрăлнă: пĕр пĕчĕкрех ушкăнĕ Вĕлтрен çырми пуçĕнче ларакан Пысăк Кушлавăш Упакассине кĕрсе хутшăннă; пысăк ушкăнĕ Упакассинчен виçĕ çухрăм анаталла Вĕлтрен хĕрринех вырнаçса хăйне уйрăм касă — Пĕчĕк Упакасси текен яла пуçласа янă. Ку яла Вĕлтренĕн анат вĕçĕнче ларнăран урăхла Анаткас е Анатри Упакасси тенĕ.
Шуркассисем, пилĕк-ултă çемье, хырлă-чăрăшлă сĕм вăрман çуммипе юхса выртакан шыв хĕррине вырнаçнă: вĕсем патне каярахпа Кĕçĕн Кушлавăш çыннисенчен те куçса ларакансем пулнă.
Имĕлтешсем, вăйлă хуçалăхлă хресченсем, пурте пекех Пысăк Упакасси ялне пырса хутшăннă.
Паçпак хресченĕсем нумайăшĕ Пăтавăш улăхĕнчи Кушлавăш ялне ларса вырнаçнă; хăш-пĕрисем Упакасси ялĕсене кайса хутшăннă.
Алмантай Упакассине (халĕ Пĕчĕк Упакасси) Кушлавăш Упакасси (халĕ Пысăк Упакасси) çыннисем хăйсене пĕр кăкран куçса килнĕ тăванла чăвашсем вырăнне шутланă. Çакăн пирки вĕсем вырнаçса ларнă хыççăн та тăтăшах пĕрлешсе пĕр ял тăвасси çинчен калаçнă. Пĕр çĕре чăмăртанса пысăкрах ял тăвас шухăш вĕсен уйрăммăнах таркăн вăрă-хурахсем пыра-пыра тапăннă тапхăрта вăйлăланнă. Анчах та пĕрлешеймен. Ун çинчен халăхра юлнă пĕр халап çапла каласа парать:
«Икĕ ял пĕрлешсе ларас пирки калаçса татăлнă пулнă. Килĕшӳ тăрăх алмантайсен Кушлавăш Упакассине куçса пымалла пулнă. Паллах, кун пек пысăк ĕç тăвассине хирĕç тăракансем те пулнă ĕнтĕ. Ун пеккисем урăх околодка çыннисем пулма пултарнă. Анчах та хирĕççисем çĕнтереймен. Çулла, пĕр палăртса хунă кун, çуртсене куçарас ĕçе тытăнмалла пулнă. Кушлавăш Упакассинчи сывă арçынсем пурте алмантайсене пулăшма нимене тухнă. Анчах та тахçантанпа хатĕрленнĕ ĕç пĕр кĕтмен сăлтавпа сасартăк чарăнса ларнă. Ирех ĕçе тухнă халăх акă мĕн курать. Пĕрлешмелли икĕ ял хушшинчи çула çĕрле такам юн тăкса юнпа карталаса хунă. Ку ырра мар! — тенĕ çынсем. Ватă çынсен канашĕ пухăннă. «Ку — турă палли. Турă пирĕн ялсене пĕрлештерсе пĕр ял тунипе килĕшмест иккен! Пĕрлешме юрамасть», — тенĕ ваттисен канашĕ.
Çакăн хыççăн вара икĕ Упакасси халăхĕ хăйсен ялĕсене пĕрлештерес пирки калаçма чарăннă, кашни хăйне уйрăммăнах пурăнма тытăннă».
Ку легендăра калани чăнах та пулма пултарнă. Анчах та икĕ ял хушшинче юн тăкса карталани вăл ку ялсем пĕрлешессине хирĕç тăракансен вăрттăн ĕçĕ пулмалла. Тĕшмĕш стариксен канашĕ ăна турă хăй туса панă паллă тесе ĕненнĕ. Мĕншĕн тесен чăвашсен авалхи тĕнĕ вĕрентнине юн чи таса япала вырăнне шутланнă, унпала пысăк чӳксенче кăна турра парне кӳнĕ.
Кушлавăшпа Упакассисем вырнаçнă çĕре тепĕр çирĕм-вăтăр çултан татах темиçе ушкăн çемье пырса хутшăннă. Кусем тăварахра пурăннă çур вирьялла чăвашсем, Пармантейпе Утикасси çыннисем, пулнă. Пармантейсем йышлăн пынă та Пăтавăш çырмин ту вĕçнелли çĕре, шултăра юманлăх çумне, ларса вырнаçнă. Утикассисем пармантейсенчен инçе мар, Пăтавăш улăхĕн сулахай енне ларса хăйсене уйрăммăн пурăнма тытăннă. Ку икĕ касă пурăна киле ӳссе сарăлнипе пĕр ял пулса тăнă. Ялне Ершипуç ятлă хунă.
Юлашкинчен, XVIII ĕмĕр варринче Кушлавăш çĕрне Кӳстӳмĕрпе Кивĕ Мӳрĕш (Мамалаево) ялĕсене пуçлакансем, унтан, чи юлашкинчен, Çĕнĕ Мӳрĕш кассине (Булатовăна) тăвакансем куçса пынă.
XVIII ĕмĕрĕн çурринче Кушлавăш уйне халăх тулса çитнĕ. Ирĕк çĕр юлман. Ахаль те тата ку вăхăталла правительство указĕ тăрăх халăх вăрманĕ тенисем хысна (казна) аллине куçнă, вăрмансене ирĕклĕн хăртас-касас ĕçе те чарса лартнă. Çакăн пирки Кушлавăш тăрăхне куçса ларнă чăвашсем хăйсен уй çĕрне текех сарса аслăлатма пултарайман. Çакна пула вĕсем хăйсем патне çĕнĕрен куçса пыракансене те урăх йышăнман. Ку вăл 1750 — 1760 çулсем тĕлнелле пулнă.
Кĕçĕн Çавалтан çич-сакăр çухрăм кăнтăр-хĕвел тухăç еннелле, пулас Кушлавăш уйĕ хĕрринче, тепĕр пысăкрах шыв юхса выртнă. Çĕпĕ çĕре куçса вырнаçнă çынсем ăпа «Кушлавăш шывĕ (Кошлаушка)» текен ят папă. Мĕншĕн тесен çак шыв улăхĕ тăрăх малтан икшер-виçшер çемьен Кушлавăш-Алмантай çыннисем ларса тухнă пулнă. Каярахпа ку сахал кил-çуртлă çемьесем, таркăн-хурахсенчен хăраса çывăхри ялсене куçса пĕтнĕ.
Кушлавăш шывĕ Кушлавăш уйне Хумнуç уйĕнчен уйăракан сĕм вăрман хĕрриие юхса выртнă. Çавалпа Кушлавăш шывĕсем хушшинче Пăтавăш тата Вĕлтрен тесе ят панă типмен пысăк çырмасем шарлатса юхнă. Ку çырмасем Кольцовка тĕлĕнче пĕрлешсе Кушлавăш улăхнелле кайнă, Кушлавăш шывĕ Çавала хутшăннă. Пăтавăшпа Кушлавăш шывĕсен анат улăхĕсенче хура тăпраллă тӳрем çĕр сарăлса выртнă. Кунта тырă тума та, çаран ӳстерме те çав тери аван вырăн пулнă. Анчах та часах Кольцов, Путилов тата Кушников помещиксем çитсс тăрăннине Кушлавăш чăвашĕсем çакăнти ырă çĕрпе усă курайман.
Асăннă помещиксем кунта хăçан килсе мĕн чухлĕшер çĕр тытса илни çинчен каярахран калăпăр. Малтан Кушлавăш уйĕнчи чăваш ялĕсем мĕнле ӳссе йĕркеленни çинчен каласа пĕтермелле-ха.
III. Касăсенчен — ялсем
XVIII ĕмĕр варринче, урăхла каласан 1740 — 1760 çулсем тĕлнелле, Кушлавăш тăрăхĕнче пурĕ çирĕме яхăнах уйрăм касă шутланнă. Малтанах хăш-пĕр кассисенче пилĕкшер-ултшар кил-çуртран та ытла пулман. Пурăна киле ку касăсем ӳссе пырса пĕр-пĕринпе пĕрлешсе ларнă, ялсем майлă пулса тăнă.
Вак-тĕвек касăсем пĕр çĕре пуçтарăнса ларасси пуринчси ытла вăрă-хурахсем тăтăш пырса тапăннинчен килнĕ. Мĕншĕн тесен сахал килĕллĕ пĕчĕк касăсене вĕсем куçкĕретĕн, кăнтăр кунĕсенчех, пыра-пыра тапăннă; кĕтсмен сехетре пырса кĕрсе ĕçнĕ-çииĕ, килти çынсене вĕлерсех çаратса тухса кайнă. (Ун пек вăрă-хурахсем пăлхавăрсем хыççăн тарса пытаннă çынсенчен тата йывăр пурнăçран тарнă хресченсенчен пулса кайнă пулмалла.)
XIX ĕмĕрте вара çав касăсем ушкăнсем пĕрлешсе пынипе Кушлавăш уйĕнче пурĕ те вунă чăваш ялĕ çех тăрса юлнă. Вĕсем çакăн пек ӳссе йĕркеленнĕ.
Кушлавăш (Байсубаково) сали. Ку яла Çавалăн анат вĕçĕнчен куçса килнĕ Кушлавăш чăвашĕсем пуçласа янă. Ку вăл XVIII ĕмĕр пуçланнă вăхăталла пулнă. Ялăн малтанхи касси улăхлă Пăтавăш çырмин сулахай енне, пулас пысăк уй варрине, вырнаçса ларнă. Кушлавăш çĕрĕ аван пулнă. Нумаях та иртмен. Шупашкар çывăхĕнчи Паçпак (Сайсубаково) чăвашĕсем куçса пырсан, паçпаксен пысăк ушкăнĕ харсăрлансах çак яла вырнаçса юлнă та пĕтĕм ял пурнăçне хăйсен аллине тытса илнĕ. Вĕсем Кушлавăш ялне те хăйсен ялĕн ятне парса — Байсубакино тетересшĕн пулнă. Анчах та кушлавăшсем парăнман-ха, хăйсен ялĕ ятнех тытса хăварнă. Кушлавăшсене пурнăç хĕсĕннĕ пек туйăннă. Вĕсенчен хăшĕсем кунти яла пăрахса Хĕрлĕ Чутай патĕнчи вăрманалла кайнă, унта хăйсен тĕп ятĕнчен куçса пынă тепĕр ушкăна туннă та Çĕнĕ Кăшлавăш ялне кĕрсе вырнаçнă.
Кушлавăш уйĕнче чиркӳ пулман. Чăвашсем христиан тĕнне йышăннă тесе шутланнă пулсан та чиркӳ тенине лартасшăн пулман. Анчах та ача-пăча çуралсан е çын вилсен-тусан ун çинчен метрика кĕнеки çине çыртарма вĕсен ирĕксĕрех чиркĕве каймалла пулнă. Вырăнта чиркӳ пулман пирки Кушлавăш чăвашĕсен хăйсене çирĕплетсе хунă Çĕрпӳ хулинчи Троицки чиркĕвне кайма лекнĕ. Унта çӳреме утмăл çухрăм пулнă. Çакна шута илсе тата миссионерсем хистенипе Кушлавăшра XVIII ĕмĕр вĕçнеллех пĕр пĕчĕк йывăç чиркӳ пекки пуракаласа лартнă. Çапла вара Кушлавăша сала теме пуçланă. Унта эрнере пĕрре (эрне кунсем) пасар пулма тытăннă.
1746 çулта, иккĕмĕш ревизие ирттернĕ чух Елизавета патша указĕ тăрăх хуласенчи бобыьсен сийпе пĕтермелле пулнă. Нимĕнле ремеслана та пĕтермен, суту-илӳ тума пултарайман чухăн бобыльсене хуласенчен ялсене кăларса тунă. Унта вĕсене кирек те мĕн ĕçлесе пурăнма ирĕк панă: хуть çĕр ĕçлесе пурăн, хуть суту-илӳ ту, хуть пĕр-пĕр ремесла ĕçĕпе пурăн. 1750-1760 çулсем тĕлнелле чăваш хушшинчи пасарлă ялсене тата чиркӳллĕ саласене нумай вырăс бобылĕсем пырса кĕнĕ. Кушлавăша та, çывăхри Пасарлă Аччана та, Чиркӳллĕ Хапăса та, Нурăс салине те. урăхла каласан, чăваш хушшинчи паллăрах пысăк ялсене пурне те Хусантан, Сĕверен тата урăх хуласенчен кăларса янă чухăн бобыльсем пырса тулнă. Вĕсенчен хăшĕ, ĕлĕк помещик патĕнчен тарнă хресчен пулнăскерсем, çĕр ыйтнă; хăшĕ пасарсенче вак-тĕвек таварпа суту-илӳ тума хăтланнă, кулачсем, шушкăсем пĕçерсе сутнă, хăшĕ тимĕрçĕ пулса ĕçлеме пикеннĕ.
Кушлавăша пĕр çирĕме яхăн бобыль çемйи пырса вырнаçнă. Вĕсем Кушлавăшпа юнашарах чиркӳ çывăхне хăйсен поселкине тунă, пурте пекех çĕр илсе тырă акма тытăннă. Анчах та бобыльсен поселки чăвашсен «Кошлауши» ячĕпех хисепленнĕ. Бобыльсем хушшинче пуп таврашĕ йăхĕсенчен тухнă çынсем те пулнă: ун пеккисем вара чиркӳ патĕнче пономарь, чан çапакан, чиркӳ хуралçи тата ытти вак-тĕвек ĕçсене туса тăма юратнă.
Кушлавăша вырнаçнă вырăссем пурте пекех Хусантан кăларса янă бобыльсем пулнă. Каярахпа вĕсенчен хăш-пĕрисем кунтан 25 çухрăмри Хумпуç-Хурамал салине куçса кайнă, мĕншĕн тесен Хурамал ун чухнех пысăк сала пулнă тата унта пасарĕ те вăйлăрах пула-пула та иртнĕ. Ку вара суту-илӳ тума ĕмĕтленекен бобыльсене хăй еннелле илĕртнĕ. Кунсăр пуçне тата Хурамалта, Кушлавăшри пекех, Хусантан куçса пынă бобыльсем пурăннă, вĕсенчен хăшĕн-пĕрин кушлавăшрисемпе хурăнташ-пĕлĕш çыхăнăвĕсем те пулнă. Кушлавăша çапах темиçе бобыль çемйи юлнă пулнă-ха, çавăнтан малалла вара Кушлавăш чăвашпа вырăс хутăшлă сала пулса тăнă. Анчах та чăвашĕсем вырăссенчен виç-тăватă хут ытлараххăн пулнă.
Бобыльсем чухăнсем пулсан та чăваш ялне хулари вырăс культурине илсе пынă. Саласенче вĕсем кăмакаллă, тăрналлă шурăлла пӳртсем туса лартнă, чӳречисене пысăкрах кастарса кĕленче кантăк ларттарнă. Чăвашсем хура мунча пек тăрнасăр хăрăмлă пӳртсенче пурăннă та пĕчĕк чӳречисене çӳхетнĕ вăкăр хăмписемпе карса хунă. Чăн, ун чухнехи кĕленче кантăксем те тĕксĕм симĕс тĕслĕ те таса мар пулнă-ха, çапах та вĕсем пӳрте хĕвел çутине вăкăр хăмпине карнинчен ытларах кĕртнĕ тата икĕ хут кантăк лартсан хĕллехи сивве те ытларах чарнă. Пурăна киле хăш-пĕр чăвашсем пӳрчĕсене те, хапхиссне те вырăсла манер тума тытăннă. Анчах çапах та авалтан хăнăхнĕ йăлисене нумайăшĕ татах та вуншар çул хушши пăрахайман, пӳрчĕсене таса тытайман, кантăкĕсене те вăкăр хăмпипех картарнă. Вырăссем пек шурăлла пурăнма пирĕн вăй çитмест çав тенĕ вĕсем.
Пӳртсенче çутма краççын пулман. Чăвашсем те, вырăссем те каçсенче хăй чиккипе ларнă. Спичка пулман. Вут чулне хурçă çулупа çапса ăвва тивретнĕ те унтан вут кăларнă.
Чăвашсен пĕрер е икшер пĕчĕк чӳречеллĕ хура пӳрчĕсем кил карти варринче лăпчăнса ларнă. Вырăссем хăйсен шурăлла пӳрчĕсене вырăсла хапхапа юнашар, урам хĕррине урамалла пăхтарса лартнă. Чăвашсем пӳрте кил карти варрине лартасси тата чӳречисене çын кĕмелле мар пĕчĕк кастарасси вăрăсем çĕмĕрсе кĕресрен хăранинчен килнĕ.
Кушлавăш чиркӳ прихочĕ пысăк пулман. Вăрман хушшисенчи пĕчĕк ялсенче 18-мĕш ĕмĕр вĕçнелле мĕн пурĕ те пĕр 300 — 400 çемьерен ытла шутланман. Тата ку çемьесенчен те чиркĕве çӳрекенсем пит сахал пулнă. Çакна пула пуппа тиечукăн укçа тупăшĕ тăранса пурăнма та аран çиткеленĕ. Чăвашсене чиркĕве çӳреттерес пирки, ураса тыттарас пирки тата çуралнă ачасене шыва кĕрттерес пирки те пуппа тиечукăн нумай тертленмелле пулнă.
Çитменне тата приходăн çакăн пек инкек сиксе тухнă. 1829 çулта сăртра ларакан Кушлавăш чиркĕвĕ аçа çапнипе çунса кайнă. Ку вара кивĕ тĕнĕнчен уйрăлса çитеймен чăвашсене хытах тĕлĕнтерсе янă. «Мĕнле ку вырăс турри!?. Хăй чиркĕвне хăех аçа çапса çунтарать!» тенĕ ваттисем. Унтах пĕр Абдул Гази ятлă усламçă тутар пурăннă.
— Ак куратăр-и, чăвашсем, вырăс турри енле усал та йĕркесĕр вăл! Хăй çуртне хăй çунтарса ярать! Пирĕн аллах хăй миçетĕсене нихçан та тивмсст. Мĕншĕн тесен пирĕн миçетсем таса. Вĕсене аллах хăй пăхса тăрать... Вырăс чиркĕвĕсенче стена тулли картинлă кĕлетке! Сире çав кĕлеткесене пуç çапма хушаççĕ. Мĕнле турă, мĕнле светтуй пулччăр çав ӳсĕр пуп çырса тунă кĕлеткесем?!. Эпир, мусульмансем, ун пек кĕлеткесене пуç çапмастпăр. Çӳлти аллаха кăна кĕл тăватпăр. Шутлăр, кам тĕрĕсрех: эпир-и, эсир-и? — тенĕ çăв Абдул Гази час-часах Кушлавăш чиркĕвĕ çунса кайнă хыççăн. Абдул калани Кушлавăш чăвашĕсене хытах иккĕлентернĕ, вĕсенчен хăш-пĕрисем тутар тĕнне йышăнма та хатĕрех пулнă. Анчах та пупсем хытă тăнипе вĕсен православирен уйрăлма май килмен.
1839 çултан пуçласа Кушлавăш салине вулăс центрĕ туса хунă. Анчах та вулăсне Кушлавăш вулăсĕ темен, паçнаксем хытă кăшкăрнипе «Вайсубаковски вулăсĕ» тенĕ. Ку вулăса Кушлавăш уйĕнчи ялсенчен пуçне тата Çавал тепĕр енчи Уравăш, Утар, Хирпуç, Рункă ялĕсем кĕнĕ.
Вулăсра çырăва пĕлекен чăвашсем пулман. Çакăн пирки малтанлăха вулăсри пур пуçлăхсем те вырăссенчен тăнă.
Çавалăн сулахай енче ларакан Уравăш, Хирпуç, Рункă çыннисем те Сĕнтĕрвăррипе Çĕрпӳ хулисем хушшинчен, Туçи таврашĕнчен куçса ларнă чăвашсем пулнă. Уравăшпа (ун чух ăна Туçи-Хирпуç тенĕ) Хирпуçĕнче тата тахçанрахах Алмантай-Унакассисемпе Имĕлтешрен куçса килнĕ çынсем те пурăннă. Çакна пула вĕсем Кушлавăш çыннисемпе çывăх шутланнă. Кушлавăшсем хĕр парас е качча илес тĕлĕшрен юнашарти Хапăс е Хумпуç уесĕсенчи ялсемпе мар, пуринчен ытла çав Уравăш-Хирпуçсемпе çыхăнса тăнă.
Çунса кайнă чиркӳ вырăнне 1841 çулта Кушлавăшра пысăк чиркӳ туса лартнă та ăна «Воскресение Христа» ятне панă. Ку чиркĕве пупсем чăваш ялне çĕнетекен чиркӳ тенĕ, çак майпа Хусан кĕпĕрнинчи чиркӳ епархийĕ Кушлавăш ялне «Воскресснски сали» текен ят пама сĕннĕ. (Ку вăхăтра чăваш хушшинчи чиркӳллĕ ялсене çапла чиркӳ ячĕсене парса: Воздвиженское, Введенское, Влаговещенское, Покровское, Никольское, Снасское сали теме тăрăшнисем пур çĕрте те пулнă. Сăмахран: Хапăс салине — унти чиркӳ ялĕпе Троицкое сали, Пасар-Аччи ялне — Воздвижснское сали тетерме тăрăшнă. Анчах та пуп таврашĕсем çапла тăрăшнинчен нимĕнех те тухман. Нумай чиркӳллĕ ялсем хăйсен чăвашла ячĕсенех хытă тытса пынă.) Пуп таврашĕсем Кушлавăша Воскресенски текен ят пани халăх хушшинче çирĕпленмен. Вăл Кушлавăш ячĕпех тăрса юлнă.
Вулăс кантурлĕ Кушлавăшра кашни эрне кун чылаях пысăк пасар пула-пула иртнĕ.
Ухилькассипе Хураçырма. Кушлавăш сали çывăхĕнчех, Пăтавăш çырмин сылтăм улăхĕнче, тата икĕ касă юнашаррăн ларса тĕвĕленнĕ: пĕрине Ухилькасси, теприне Хураçырмакасси тенĕ. Вулăсри кĕнекесснче тата чиркӳри метрика кĕнекисенче те вĕсене пĕр ятпа Огилино ялĕ тесе çырнă. XIX ĕмĕр варринелле çак икĕ касă пĕтĕçсе пĕр ял пулса тăнă та, ăна Хураçырма (Хора-сирмы) теме пуçланă.
Ухилькассисем Кушлавăш çĕрне Шупашкар çывăхĕнчи Ишек патĕнчен 1710 — 1715 çулсем тĕлнелле килсе ларнă. Ишек патĕнче вĕсен тĕп ялĕсенчен пĕри, Хураçырма тени, халĕ те пур. Анчах та Ухилькасси (Огилино) тени çук. Вăл, тен, урăх ят йышăнса тепĕр ятпа пурăнма пуçланă е çĕнĕ çĕрсене куçса кайса пĕтĕмпех саланнă пулĕ. Ухилькасси тени çĕнĕ çĕре малтан пырса ларнă паллăрах çын ятĕнчен те тухма пултарнă. Каярахпа Хураçырмакасси ытларах ӳссе сарăлнипе Ухилькассине хупласа хунă.
Пысăк Упакасси. Вăрманлă Çавал тăррине чи малтан килсе йышăннă хресченсем, 1700 çул тĕлнеллех е унччен маларах та пулĕ, пуçласа янă ял. Пулас ялĕ малтан пилĕк уйрăм касăран (околодкăсенчен) тăнă. Вĕсем тарăн Вĕлтрен çырми хĕррипе, унăн икĕ еннипе те тĕвĕленсе ларнă.
Асăннă касăсем XIX ĕмĕрте ӳссе пĕр ял пулса тăнă.
Пысăк Упакассине каярахпа тата Кушлавăш улăхĕнче икшер-виçшер кил-çуртпа уйрăммăн пурăннă çемьесем те пырса хутшăнкаланă пулас. Вĕсем таркăн-хурахсем тапăннă вăхăтсенче куçса ларнă. Ун пеккисем çинчен халăхра юлнă халап-юмахсем те каласа параççĕ.
Тĕслĕхе пĕр халап. Кушлавăш улăхĕнче пĕр Хунтеркке ятлă сунарçă хресчен пурăннă. Унăн виçĕ ывăл, икĕ хĕр пулнă. Тулăх пурнăçпа аван пурăннă Хунтеркке. Акмалли çĕрĕ те, çаранлăхĕ те çителĕклĕ пулнă; выльăх-чĕрлĕхне те ĕрчетнĕ вăл. Пĕрре, кĕтмен кунхине, ун патне икĕ палламан çын пырса кĕнĕ. Кил хуçине чĕнсе илнĕ те çапла каланă: «Çитес юн кун сан патна каçхине пирĕн утаман килет. Вăл пĕччен мар, ушкăнпа. Çара алăпа мар, кирлĕ хатĕр-хĕтĕрне. Çав вăхăтра сим-пыл туса ларт; пӳртне те, ампарусене те ан питĕр. Мĕн пур укçу-тенкӳне, пур пек паха пурлăхна йăлтах пĕр ампара пухса хур. Утаман мĕн илес тет — çавна илтĕр, Хирĕç тăрсан — пуçăра çиетĕр. Ачусем те юлмаççĕ», — тенĕ те палламан çынсем тухса кайнă.
Хунтеркке пысăк хуйăха ӳкнĕ. «Мĕн тăвас? Чăн та, хирĕç тăрса çĕнеес çук! Ялтан çынсем чĕнес? Никам та килес çук. Кам-ха кунта пире çăлма килсе хăй пуçне çиес тейĕ?» — шухăшланă вăл.
Аптранă Хунтеркке ывăлĕсене пухса канаш тума ларнă. Нимĕн те шухăшласа тупайман.
Утаман пымалли кун та çитсе тăнă. Нумайччен чĕнмесĕр çӳренĕ Хунтеркке кил-йышне пуçтарнă та каланă:
— Ачасем, халех паха япаласене лавсем çине тийĕр те Упакасси ялне кайăр. Эпĕ киле пĕччен юлатăп. Ик-виç кунсăр каялла килсе ан пăхăр тенĕ.
Арăмĕ те, ачисем те ăна хăварасшăн пулман.
— Пĕтереççĕ-çке сана! Пĕччен хăвармастпăр... Пĕрлех айта, пĕрлех, — тесе тархасланă.
— Тен, пĕтместĕп пулĕ-ха. Мĕнле пулĕ унта, — тенĕ те Хунтеркке, çемйи тархасласа чĕннине те итлемен.
Аслă ывăлĕсем, икĕ ывăлĕ, килтен каясшăн пулман. — Сана пĕччен хăвармастпăр, атте, санпах юлатпăр. Пĕтсен те пĕрлех пĕтĕпĕр, — тенĕ. Хунтеркке килĕшмен, ывăлĕсене те яла ăсатнă. Пĕччен юлнăскер, пӳртне те, ампарĕсене те питĕрсе хунă та вăрă-хурах шайккине кĕтсе илме хатĕрленнĕ.
Хунтеркке, маттур сунарçă, ухăран персе тĕл тивертме ăста çын пулнă. Акă вăл юратнă уххине тата темиçе кача вĕçлĕ ухă йĕппи илнĕ те икĕ вите хушшинчи аслăк тăррине хăпарса кайнă. Унта утă купи ăшне хăвăллатса хăйне лармалăх вырăн тунă. Утă хăвăлне пытансан уххине йĕпписене хăй умне хурса кил картинелле пăхма пĕчĕк шăтăк кăна хăварнă.
Каç пулнă-пулманах вăрă-хурах евчисем, ик-виçĕ çын, кил картине пырса кĕнĕ. Вĕсем алăксене тĕксе пăхнă — уçăлман, кил хуçине кăшкăрнă, чĕннĕ — никам та хирĕç чĕнекен пулман. Кил хушши тавра çаврăнкаланă та тухса кайнă. Нумай та иртмен, кĕçех шăлтăр-шăлтăр урапа сассисем илтĕннĕ. Хапхана яри уçса янă та картишне улт-çичĕ пушă лав кĕрсе тăнă. Кашни лавĕ çинчех икшер вăрă-хурах пулнă.
— Хуçа, тух халех! Çуртна çунтарса яратпăр, — кăшкăрнă кил хушши варрине тăнă утаман унăн-кунăн пăхкаласа. Акă вăл çавăнтах пĕтĕм пӳрт-çурт алăкĕсене ватса уçма хушнă. Тимĕр кистен е чукмар йăтнă хурахсем хăшĕ ампарсем патне, хăшĕ пӳрт патнелле чупнă.
— Хуçа, тух! — кăшкăрнă каллех утаман пекки кил хушши варринчех хурахĕсене хушусем парса тăрса.
Хĕвел аннă пулин те, çуркуннехи каç кил хушшинче кам мĕн туни йăлтах курăннă-ха. Хунтеркке старик утă купи ăшĕнче сывламасăр пек ларса утаман-хурах хăй еннелле çаврăнса тăрасса кĕтнĕ. Акă вăл сарай хуралтисем енне çаврăннă, аслăк çинчи утă купи çинелле тинкерсе пăхнă. Хунтеркке ăна хырăмран тĕллесе селĕм ухă йĕппине пĕрре кăна вирхĕнтернĕ. Утаман тискеррĕн кăшкăрса янă, аллисемпе хырăмне ярса тытнă та сулкăланса çĕре тĕшĕрĕлсе аннă. Кăшкăрнă сасса илтсе юлташĕсем чупса пынă, утаманĕ ӳкнине курсан вĕсем пĕр саманта çухалса кайнă. Хунтеркке тĕлле-тĕллех татах ик-виçĕ хут персе янă, татах икĕ хурахĕ тăсăлса ӳкнĕ.
— Вут перĕр! Хуралтисене çунтарăр! — мекĕрленсе кăшкăрнă вилес пек турткаланакан утаман. Пĕр-икĕ хурахĕ çулу çапса вут тивретме тăнă. Хунтеркке вĕсенчен пĕрине персе амантнă.
— Ан перĕр! Каятпăр! — кăшкăрнă сывă юлнисем.
Сехри хăпнă хурахсем аманнă юлташĕсене лавсем çине тиенĕ те лашисене чăпăрккасемпе çунтарса кил хушшинчен çил-тăвăл пек тухса вĕçнĕ.
Хунтеркке çав каçхине аслăк çинчен те анман-ха, тен, каллех килсе тапăнĕç тесе, сыхă тăнă вăл. Анчах та хурахсем урăх пыман.
Çапах та, вăрăсем каллех тапăнĕç те тавăрĕç, пĕтĕм çемйипех пĕтерсе хурĕç тесе Хунтеркке çакăн хыççăн часах пĕтĕм килĕ-çурчĕпе Упакасси ялне куçса ларнă.
Улăхсенче, çырма çучĕсенче пĕччен е ик-виçшер çемьен сапаланса ларнă килсем каярахпа пурте Хунтеркке пек куçса ларса пысăкрах кассене хутшăннă.
XVIII ĕмĕрĕн варри тĕлнелле Пысăк Упакассинче мĕн пур касĕсене илсен те пĕр аллă çемьерен ытла пулайман-ха; вĕсенче 200 çынна яхăн пурăннă.
Шуркасси. Пысăк Упакассинчен кăнтăр-хĕвелтухăçнелле Кушлавăш шывĕ тăрăх вырнаçса ларнă. Кунта пурăнакансенчен нумайăшĕ Кĕçĕн Кушлавăшран куçса килнĕ çынсем пулнă. Ял ятне вĕсем ку вырăнта чи малтан пурăнма пуçланă Шуркасси çыннисен ячĕпе панă пулмалла. Анчах та ку çыннисем тахăш Шуркассинчен куçса килнĕ те Çавал варринче ларакан Шуркассинчен, те Çĕрпӳ хулинчен кăнтăр-хĕвел тухăçнелле лараканнинчен, — ку паллă мар. XVIII ĕмĕр варринче ку ялта пурĕ те 15 — 20 килтен ытла пулма пултарайман. Малалли çулсенче Шуркасси хăвăрт ӳссе пынă.
Шепекеч. Пысăк Упакассинчен кăнтăр енче ларать. Халăхра юлнă сăмах тăрăх, ку вырăнта чăрăшлă-çăкаллă вăрман пулнă. XVIII ĕмĕрте çăкалăхри уйланкăра пĕр Шепекеç ятлă çыннăн утарĕ пулнă. Шепекеç хăй унтах пурăннă. Унăн ывăлĕсем пулнă та, вĕсем те ашшĕ çумнех кил-çурт çавăрса лартнă. Ку пĕчĕк яла каярахпа ытти çĕртен куçса ларакансем те пулнă. Шепекеч пĕчĕк ял. Унта XIX ĕмĕрĕн вĕçнелле те 20 — 25 килтен ытла пулман. Пуçланни çĕр çул ытла иртнĕ пулин те ялĕ питĕ пĕчĕккĕн çех ӳссе пынă. Унта пурăнакансенчен нумайăшĕ Кĕçĕн Кушлавăш околодки çыннисем пулнă.
Пĕчĕк Упакасси. Ку ял Пысăк Упакассинчен виçĕ çухрăм хĕвел тухăçнелле, Вĕлтрен улăхĕнче, ларать. 1700 çулсем тĕлнеллех пуçланнă. Вĕлтренĕн анат вĕçнелле ларнăран ăна урăхла Анаткас е Анатри Упакасси те теççĕ. Кунта пĕтĕмпе пекех Çавал анат вĕçĕнчен куçса килнĕ Алмантей-Упакасси чăвашĕсем пулнă, вĕсем Пысăк Упакассинчи алмантейсемпе çывăх хурăнташлăн çыхăнса тăнă. Ваттисем каланă тăрăх, çак икĕ Упакассинчи алмантейсемпе имĕлтешсем кунта вырнаçса ларсан та тата темиçе вунă çул хушши хăйсен кивĕ вырăнти тĕп ялĕсене хăнана кайса çӳренĕ. Кивĕ çĕрти ялĕсене кайса çӳреме вĕсен çывăх пулман, имĕлтешсен утмăл çухрăм ытла, алмантейсен çитмĕл-çитмĕл пилĕк çухрăм таран шутланнă.
Пĕчĕк Упакассинче XVIII ĕмĕр варринче те çирĕм-вăтăр çемьерен ытла пулман пулĕ-ха.
XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнчех Пĕчĕк Упакасси патне Кушников помещик пырса 360 теçеттин çĕр касса илнĕ. Ял çывăхнех хăйĕн именине туса лартнă. Çакăн хыççăн вăл Упакасси ялне те хăй аллине тытса илме тăрăшнă. Ялти сутникпе пуянсене хăй майлă çавăрса Пĕчĕк Упакассине вăл «Кушниково» текен ят йышăнтарнă. Ку ят Упакасси çумне çыпçăнса кайран та çĕр çул таранах çакăнса тăнă. Вулăсри тата приход чиркĕвĕнчи кĕнекесем çинче Пĕчĕк Упакассине XIX ĕмĕрĕн варрине çитичченех Кушниково ялĕ тесе çырнă. Анчах та чăвашсем патшалăх хресченĕсем шутланнă пирки выçтах Кушников ĕмĕчĕ пурнăçа кĕреймен. Вăл имение Путилов помещике сутса Кушлавăш уйĕнчен тухса кайнă. Чăвашсем хушшинче Кушниковсем татах та ик-виçĕ имени пулнă-ха, вăл çав именисенчен пĕрине кайнă пулмалла.
Ершипуç. Пысăк Упакассинчен икĕ çухрăм çурçĕр-хĕвел анăç еннелле ларакан пысăк ял. Халăх йышĕ тĕлĕшĕпе те, хуçалăхпа культура енчен те çак икĕ ял пĕрехрехех тăраççĕ.
Ершипуç малтан икĕ ялтан тăнă: пĕрине Пармантейкасси, теприне Утьăккасси (Одиково) тенĕ. Вĕсем улăхлă Пăтавăш çырмипе уйрăлса тăнă. Икĕ касси те 1710 — 1720 çулсем тĕлнелле пуçланнă пулмалла.
Халăхри сăмахсем тăрăх Пармантей çыннисем Шупашкар районĕнчи Ишлей çывăхĕнче ларнă Йĕрĕхшывпуçĕ ятлă ялтан [[I,458]]. Йĕрĕхшыв тесе ĕлĕк Рыкша шывне каланă. Рыкша вăл Ишлей патĕнчен пуçланса тухать.
Ишлей таврашĕнче вирьялларах диалектпа калаçакан чăвашсем пурăнаççĕ. «Шыв» сăмаха вĕсем «шу» теççĕ.
Йĕрĕх шывĕ тенине кĕcкетсе «йăр-шу» тенĕ. XVIII ĕмĕрте пĕтĕм ялсене шута илнĕ чух вырăс чиновниксен ку шыв ятне вырăс чĕлхин фонетикине хуçкаласа «Йырых-ша — Рыкша» тесе çырса хунă, Кунтах Йĕрĕхшупуçĕ ятлă ял та пулнă. Çапла вара Ершипуç тени çав Йĕрĕхшупуç тенинчен куçса килнĕ теççĕ. Ку чăнах иккенне ĕненме пулать. Йăршусем те Карачура ятлă пулса тăнă.
Кӳстӳмĕр. Ершипуçĕнчен çурçĕр-хĕвел анăçнелле, Кĕçĕн Çавал çывăхĕнче ларакан вăтам ял. Ку яла пуçлакансем Кушлавăш çĕрне ершипуçсенчен те каярах, 1720 — 1730 çулсем тĕлнелле куçса килнĕ пулмалла. Мĕншĕн тесен çĕнĕ вырăнта вĕсем хăйăрлă та тăмлă, начар çĕре çех йышăнса илнĕ. Иртнĕ ĕмĕрте Кӳстӳмĕр ял вулăсра Юмансар обществи ячĕпе шутланса тăнă. Каярахпа вăл чылай вăхăт хушши Ершипуç обществинче тăракан ял шутланнă.
Кӳстӳмĕр çыннисем кунта Çĕрпӳ хулинчен хĕвел тухăçнелле ларакан Кĕçтимĕр е Кӳстимĕр текен ялсенчен куçса килнĕ пулмалла. Унта вĕсен Юмансар обществи те пулнă.
Кивĕ Мӳрĕш (Мамалаево). Çĕнĕ Мӳрĕш (Булатово).
Икĕ ялĕ те Кушлавăш уйĕн çурçĕр кĕтессинче, Çавал хĕрринчи хăйăрлă çĕр çинче, пуçа-пуçăн тĕкĕнсе лараççĕ. Ку ялсене пуçлакансем те кунта, кӳстӳмĕрсем пекех, кая юлса килнĕ пулас. Вĕсем валли чипер çĕр юлман, çакна пула мӳрĕшсем Çавал тăвайккинчи хăйăрлă вырăнсене йышăнса илнĕ. Чăн та, мӳрĕшсен ватă аслашшĕсем куçса килнĕ вăхăтра кунта, Çавал улăхĕнче, вăрманлăх, çаранлăх пулма пултарнă. Ун чухне вăл вĕсене çырлахтарнă. Кайран, вăрманне касса пĕтерсен, вĕсен хăйăрлă уй кăна тăрса юлнă.
Чăваш историкĕ В.Димитриев тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, Мӳрĕш ялĕсене пуçлакансем Шупашкар уесĕнчи Çатракассисемпе вĕсен таврашĕнчи ялсенчен куçса пынă çынсем пулнă. Анчах кунта тата çакна та шута илмелле. Çатракассисем çех пулнă пулсан вĕсем хăйсен ялĕсене Мӳрĕш текен ят парас çук. Ку ялсене чи малтан пуçлакансем Çĕрпӳ уесĕнчи Нӳрĕш (Нӳрши) е урăхла Мӳреш ялĕнчен куçса пынă çынсем пулнă пулмалла. Çĕрпӳ районĕнчех ĕлĕк Мамалаевăпа Булатово текен ялсем те пулнă.
Кив Мӳрĕшпе Çĕнĕ Мӳрĕш халь ĕнтĕ ӳссе кайса пĕр ял пулса тăнă. Вĕсенче иккĕшĕнче пĕр шкул. Шкулне ĕлĕк «Нюшкассинская школа» тетчĕç.
Кунта нимĕн иккĕленмелли те çук: çак икĕ Мӳрĕше пуçласа яракансем Çĕрпӳ çывăхĕнчи Мамалайпа Булатово ялĕсенчен куçса килнĕ çынсем пулнă.
Кушлавăш уйĕнче тата икĕ вырăс ялĕ пур: пĕри Кольцовка, тепри Зеленовка (Амачкино). Кусем иккĕш те помещик аллинче тăнă ялсем пулнă.
IV. Кольцов, Амачкино тата ыттисем те
Сĕве хули дворянинĕ Петр Кольцов 1745 — 1750 çулсенче чăвашсенчен тытса илнĕ çĕр çинче Кольцовка ялне туса лартнă. Крепостной хресченĕсене вăл тĕрлĕ çĕртен пуçтарнă: унта Рязань, Калуга, Кострома кĕпĕрнисенчен кӳрсе килнĕ хресченсем тата Хусанпа Сĕверен илсе пынă таркăн хресченсем пулнă.
Кольцов Кушлавăш чăвашĕсем вăрман кăкласа тасатнă çĕре, Пăтавăшпа Вĕлтрен çырмисем пĕтĕçсе улăхланнă вырăнти хура тăпраллă çĕре касса илме тăнă. Паллах, ку лайăх çĕре Кушлавăш чăвашĕсем помещике парасшăн пулман. Чăвашсен Наукăпа тĕнчев институтĕнче усранакан пĕр документра каланă тăрăх, 1749 çулта П. Кольцов Кушлавăш уйне çĕр касса илме килсен таврари ялсенчен 200 çынна яхăн пуçтарăнса тухнă. Вĕсем ухă, сенĕк, чукмар, вĕçне çава лартнă шалча йăтнăскерсем, Кольцовпа унăн мишавайне малтанхи хутĕнче хуса янă пулнă. Иккĕмĕш хутĕнче помещик салтак ушкăнĕпе килсе кĕнĕ те вăйпа хăратсах кушлавăшсенне 600 теçеттин ытла касса илнĕ. Ку çĕр çинче виçшер-тăватшар килшерĕн ларнă чăваш кассисем пулнах ĕнтĕ. Помещик вĕсене хуса янă. Хăваланă çынсем çывăхри ялсене куçса ларнă. Хăратайман помещике чăвашсем тархаслама пăхнă. «Итле-ха, улпут: ку çĕр пирĕн-çке-ха вăл. Мĕнле тивĕç пур сан ăна илме?» — тенĕ. Улпут вĕсенчен укçа ыйтнă. Чăвашсем 100 тенкĕ пухса пама пулнă. Анчах та пухса парайнă-ши, парайман-и — ку паллă мар. Касса илнĕ çĕре Кольцов каялла паман, унта вăл крепостной хресченĕсем валли ял туса ларттарнă та, ялне хăйĕн ятне панă. Кушлавăш чăвашĕсем çаплах та лăпланман-ха, вĕсем хăйсен çĕрне каялла шыраса Сĕве хулинчи воевода патне шалăп çырса панă. Воеводисем хăйсем те дворянсем пулнă-çке-ха. Дворян-воевода Кушлавăш чăвашĕсен шалăпне йышăнман, ĕçе вăл Кольцов майлах татса панă.
Кольцов помещик Кушлавăш уйĕнчи именине хĕрĕх çула яхăн тытса тăнă. Унтах вăл пĕчĕк эрех савăчĕ тутарнă. Савăчĕ çулсерен пин витре эрех юхтарнă. Ку эрехпе помещик чылай тупăш илнĕ.
Пуйса çитнĕ Кольцовăн ватлăхĕнче ялта пурăнас килмен пулас. Вотчининĕ пĕтĕм крепостной хресченĕсемпе пĕрлех вăл Анорин ятлă помещике сутса янă. Аноринĕ вара темиçе çултан именине Соловова сутнă. Солововĕ кунта нумаях тăман, хăй черечĕпе Кольцов-кăна вăл Ушаков ятлă улпута сутнă. Çапла вара кольцовкăсен 1750 çултан пуçласа хресченсене ирĕке кăлариччен (1861 çулччен) тăватă улпут улшăннă. Ушаковĕ — хресченсене улпут аллинчен хăтарнă хыççăн та Кольцовкăра нумай вăхăт хушши пурăннă.
Кольцовкăри ватă çынсем каланă тăрăх, вĕсен улпучĕсенчен чи хаярри, çынна хĕрхенменни Анорин пулнă. Вăл, патша çарĕнчен генерал-аншеф пулса отставкăна тухнăскер, çынсене хăйĕн йыттисенчен те кая шутланă; хресченсене йывăр ĕçсемпе çĕмĕрнĕ, кăшт-кашт айăпшăнах хĕнеттерсе пĕтернĕ.
Кольцовка улпучĕсем чăвашсене курайман. Хăйсен выльăх-чĕрлĕх кĕтĕвĕсене юриех чăвашсен тырă пуссисем çине кĕртсе ярса таптаттарнă; хăйсен хресченĕсене чăвашсенчен мăшкăллама, кулма хĕтĕртнĕ, Кольцовка ялĕ витĕр Ачча пасарне каякан чăвашсене тыта-тыта хĕнеттернĕ, вĕсенчен пыл, сăра, укçа, тĕрлĕрен «кучченеç» тăпăлтарса илме вĕрентнĕ. Креностной вырăс хресченĕпе чăвашсем тусланма пăхнине вĕсем тӳсме те пултарайман.
Зеленовка (урăхла Амачкино). Ку ял Кольцовкăпа пĕр вăхăталлах пуçланнă пĕчĕк вырăс ялĕ. Зеленовка çĕрĕ Кольцовка çĕрĕпе юнашарах, Кушлавăш шывĕ Çавала хутшăннă çĕрте выртать. Зеленовка хăйăрлăрах хытанка çĕр çинче ларать. Чи малтан ку вырăна Путилов помещик тытса илнĕ пулас. Çĕрĕ япăххине кура Путилов кунта нумай тăман. Вăл Пĕчĕк Упакасси патĕнчи Кушников помещикăн хура тăпраллă çĕрне сутăн илнĕ те унта куçса кайнă. Унăн малтанхи çĕрĕ пулнă вырăна вара Амачкина помещица йышăнса илнĕ те ăна хăйĕн качча кайнă хĕрне панă. Архиври документра каланă тăрăх, ку çĕр «Путилов пăрахса хăварнă пушă вырăн» тесе шутланнă. Амачкинăн акмалли тата çаран çулмалли çĕрĕ мĕн пурĕ те хĕрĕх теçеттин çех пулнă, вăрманĕ вара 866 теç. шутланнă. Кусемсĕр пуçне шурлăхлă юрăхсăр çĕр темиçе теçеттин тата пысăк усадьби пулнă. Пĕтĕм çĕрĕ 919 теç. йышăнса выртнă. Вăрманĕнче юман, вĕрене, ăвăс, хурăн, çăка йывăççисем ӳснĕ. (Амачкин таврашĕсен чăваш хушшинче виç-тăватă имени те пулнă, вĕсем Çĕрпӳ хули çывăхĕнче тата Сĕнтĕрвăррипе Куславкка хушшинчи Атăл тăрăхĕнче пулнă).
Зеленовка ялне Амачкина тутарнă. Çавăнпа ăна таврари чăвашсем халичченех Амачкин ялĕ теççĕ. Амачкина ку именине Ветошкина помещицăна сутса хăварнă.
Тата çакăнтан тĕлĕнмеллеччĕ. Зеленовкăпа Кольцовка кӳршĕллĕ ялсем шутланаççĕ. Анчах та вĕсен çыннисем авалтанпах кашни хăйне урăхларах пурăннă. Вĕсем пĕр-пĕринпе хутшăнсах кайман. Кольцовка вырăсĕсем чĕмсĕртерех çынсемччĕ те чăвашла калаçма пĕлместчĕç. Зеленовка çыннисем, уçă та кăмăллăскерсем, чăвашсемпе хутшăнатчĕç, ваттисем пурте чăвашла аван пĕлетчĕç. Кунашкал йăласем вĕсен хăйсене евĕрлĕ историлле условийĕсенчен килнĕ пулмалла. Ваттисем каланă тăрăх, Зеленовка çыннисем вырăсланса кайнă чăвашсенчен тухнă пулать.
Путилов çĕрĕ. Кольцовка уйĕпе юнашарах, Пĕчĕк Упакасси умĕнче, тата тепĕр Путилов текен помещик 360 теçеттин тытса тăнă. Ку çĕрне вăл Кушниковран сутăн илнĕ.
Путиловна кӳршĕллĕ пурăннă Пĕчĕк Упакасси, Пысăк Упакасси. Шуркасси, Шепекеч ялĕсем çав вăхăтра Улатăр çывăхĕнчи Вурнашево (Явлей) патĕнчех (ун чух Явлей ялĕ пулман-ха) 750 теçеттин акмалли тата çаран ӳстермелли çĕр тытса тăнă пулнă.
XVIII ĕмĕр вĕçнелле пулас, Путилов помещик Упакассине çĕр улăштарма сĕннĕ: вăл хăйĕн çĕрне упакассисене пама пулнă, ун вырăнне упакассисенчен хăйсен Бурнашево патĕнчи çĕрне пама ыйтнă. Упакассисен Вурнашевăри çĕрĕ Путиловăннин-чен икĕ хут ытларах 750 теç. шутланнă. Çапах та вĕсем, Улатăр патне çитех çӳреме инçе пирки Путилов сĕнĕвĕпе килĕшнĕ: инçетри çĕрне помещике панă та унăн Кушлавăш уйĕнчи çĕрне хăйсем илнĕ. Ку çĕре упакассисем «Путилов çĕрĕ» е «вырăс çĕрĕ» тетчĕç те ăна тăватă ял пĕрле акса тăратчĕç. Тата Пĕчĕк Упакасси çыннисем хăйсен колхозне çав çĕр ячĕпе «Путиловка» текен ят пачĕç.
Анчах та колхозсем тунă хыççăн чылай вăхăтран Кольцовкăри колхоз председателĕ С. Коротков: «Путиловка - помещик çĕрĕ пулнă, эпир те помещик хресченĕсем пулнă» тесе темле майпа çав 360 теçеттина хăйсен аллине çавăрса илчĕ. Суд ку ĕçе тĕрĕс татса паман: кольцовкăсен помещикĕсем Кольцов, Анорин, Соловов, Ушаков пулнă. Путилов — урăх, вĕсемпе çыхăнман помещик шутланнă. Вĕсен çĕрĕсем те хăйсене уйрăм тăракан çĕрсем пулнă.
Питĕ пуян пулнă теççĕ Путилов улпута. Вăл пĕррехинче чăвашсем умĕнче çапла мухтаннă: манăн хуласенче заводсем пур. Укçа тупăшĕ шыв пек юхса килет. Сирĕн Кушлавăш шывĕ типсе ларĕ, манăн тупăш юхса килесси нихçан та типес çук тенĕ.
Путилов Кушлавăш уйĕнче нумай тăман пулас. Вăл кунта темĕн килĕшмен пирки Улатăр патне куçса кайнă. Унти çĕрĕпе те вăрахчен çыхăнса тăман, ăна урăх помещике сутнă та ку тавраран пуçĕнех кайса сирĕлнĕ.
Пирĕн историксем çак Путилов çинчен калакан документсене тупайман-ха. Эпир ун çинчен унăн Кушлавăш уйĕнче пулнă çĕрĕ тăрăх çеç пĕлетпĕр. Ку улпут, хуласенче заводсем тытнăскер, кунти çĕрĕсем çине хăй те кĕске вăхăтсене çех килкелесе кайнă пулмалла.
Ширшов хуторĕ. Путилов çĕрĕпе юнашарах, Кушлавăш шывĕ хĕрринче тепĕр начар помещик Василий Ширшов пурăннă. Унăн мĕн пур çĕрĕ те 44 теçеттин çех шутланнă. Çавăнпа Ширшов именине пысăк хутор пулнă тесен те юрать.
В. Ширшов ку çĕре Кушлавăш чăвашĕсенчен çапла майпа улталаса илнĕ теççĕ. Вăл помещик пулма талпăçакан Чулхула (хальхи Нижний Новгород хули) мещанинĕ пулнăскер, Упакасси хресченĕсем патне пынă та:
— Тархасшăн пĕр вăкăр выртмалăх çĕр парăр мана. Уншăн сире пурне те ураран ӳкиччен ĕçтерĕн, — тенĕ пулать.
— Э-кей, вăкăр выртмалăх анчах-и?!. Хăвна вали çурт лартмалăх та, выльăх-чĕрлĕхӳ валли карта тытмалăх та пама пултаратпăр. Ĕçтер кăна лайăхрах! — тенĕ ĕçесшĕн пулнă арçынсем.
Халăха эрехпе хăналанă хыççăн тата шăрт (шерт) тытса тупа тутарнă хыççăн хайхи Ширшов вырăнти власть çыннисемпе мишавая чĕнсе пынă та уя çĕр илме тухнă.
— Ăçта сан вăкăру? — ыйтнă упакассисем.
— Акă! — тенĕ Ширшов лавĕ çине кăтартса. Лав çинче кантраран та çинçен касса сыпа-сыпа тăснă тир купи выртнă.
— Вăкăр тирĕ ку. Вилчĕ те — тирĕнчен касса кантра турăм, — хушса хунă вăл кулкаласа.
— Кунта сан пĕрре мар, виç-тăват вăкăр тирĕ те пулĕ! — тенĕ упакассисем. Вĕсем чăкрашма, хирĕçме тытăннă.
Ширшовпа мишавай кантра тĕркине çĕре хунă та, ăна пĕтĕм вăрăмăшĕпе тăсса уя карталаса илнĕ.
Мишавай тир кантрапа çавăрса илнĕ çĕре виçсе пăхнă. — Хĕрĕх тăватă теçеттин, — кăшкăрнă вăл.
Кĕрр! кĕрлесе кайнă халăх.
— Ун пек юрамасть! Улталасшăн эсĕ, шулĕк!.. Çĕре памастпăр! — кăшкăрнă çынсем.
— Ну, этсемĕр, хăвăрах каларăр-çке: çĕрне вăкăр выртмалăх мар, кил-çурт лартмалăх та парăпăр терĕр! — лăплантарма тăрăшнă халăха сутниксем.
— Çĕрне паратпăр тесе ĕçкине ĕçнĕ, шăрт тытнă, тупа тунă... Мĕн вăрçса тăмалли тата?!. — ӳкĕтленĕ хирĕçекенсене сутниксемпе пĕр майлисем.
Халăх лăпланнă, ерипенех тĕрлĕ енне саланнă. Касса илнĕ çĕр çинче Ширшов хуçа пулса юлнă. Вăл унта икĕ хутлă çурт туса лартнă, çӳллĕ хуралтăсем çавăрнă, улмуççи пахчи ӳстернĕ, унтах каска вĕллесемпе утар, туса лартнă. Вара юрласа кăна пурăннă. Василий Ширшов вилсен кунта ун ывăлĕ Александр Ширшов хуçаланса пурăнчĕ. Вăл хутор çĕрĕ тăрăх Пĕчĕк Упакасси еннелле икĕ ретпе йăввăн лартнă хурăн аллеи ӳстернĕ те ку хурăнсем вара таçтанах илемлĕн курăнса ларнă. Ăна чăвашсем «Саша хурăнĕсем» тенĕ.
Саша Ширшов хуторне халăх Аслă Октябрь революцийĕ хыççăн шăлса ывăтрĕ.
* * *
Помещик именийĕсемпе хуторсем, паллах, чăваша нимĕнле ырлăх та кӳмен. Вĕсем хресченсене хĕссе, сиенлесе çех тăнă. Асăннă çĕр улпучĕсем, юри мăшкăллас тесех хăйсен выльăх-чĕрлĕх кĕтĕвĕсемпе чăваш уйĕсене таптаттарнă, çарансене тĕшĕрттернĕ.
Халăха усăллисенчен кунта пĕр пĕчĕк кĕленче савăчĕ кăна пулнă. Савăт Хирпуç ялĕ тĕлĕнчи Çавал хĕрринче ларнă та кантăк кĕленчисем, бутылкăсем, савăт-сапа туса кăларнă. Çавал çыранĕнчи хăйăртан шăратса тунă продукцийĕ пит тасах пулман та, çапах вăл хăй вăхăчĕшĕн паха хисепленнĕ. Кантăк кĕленчи чӳречесене вăкăр хăмпине карса тăнинчен ырăрах пулнă.
Ку савăта 1720 çулта Çĕрпӳ купци Ф. Толмачев ларттарнă. Унта ĕçлекенсем пĕр çирĕм çынна яхăн шутланнă: хăшĕ хăйăр турттарнă, хăшĕ тасатнă; маçтăрсем ăна шăратнă, вĕрсе хăпартса кирлĕ япаласене тунă. Толмачев савăчĕ вăтăр çула яхăн ĕçлесе ларнă.
V. Ял хуçалăхĕпе кил-çуртри пурнăç
Кушлавăш ялĕсем XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче те пĕр-пĕринчен вак-тĕвек вăрмансемпе уйрăлса тăнă. Унта та кунта катасем, уй варринчех ватă юмансем, хурамасем, çӳллĕ хырсемпе чăрăшсем пĕлĕтелле кармашса ларнă; çырма хысисемпе хурăн, шĕшкĕ, пилеш, çырансем тăрăх çирĕкпе çӳçе-хăва ӳссе çитĕннĕ. Пысăк Упакассипе Кушлавăш сали хушшинче Вĕлтĕрен улăхĕпе унăн юпписем çинче «Хусах кати» текен чăтлах ращи ларнă. Ку ращана çын пырса кĕме шикленнĕ, мĕншĕн тесен унта таркăн-хусахсем пытанса пурăннă.
Шупашкар-Ишек, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпӳ çывăхĕсенчен куçса ларнă чăвашсем пĕр-пĕринне ерипен паллашнă, пĕлĕшленнĕ, хурăнташланнă, вак-вакă касăсем ӳссе пĕрлешнипе ялсем пулса тăнă.
Вунă чăваш ялĕнчи пурнăç пуринче те пĕр пекех пулнă. Акмалли çĕрĕ нумаях пулман, мĕншĕн тесен кашни çĕр лаптăкне вăрмантан тасатса е лачакасене типĕтсе илме тивнĕ, тата лайăх çĕртен чылай пысăк çĕр талккăшне помещиксем йышăнни те сарăлсах пурăнма паман. Çаранне улăхсенче, каснă вăрман вырăнĕнчи тункатасем хушшинче çулнă. Утă çителĕклĕ туса илнипе кашни çемьех выльăх-чĕрлĕх йышлăрах усрама тăрăшнă.
Çĕнĕ çĕрте ура çине çирĕп тăнă хуçалăхсем те чылай пулнă, вĕсем лайăх пурăннă. Анчах та чухăнсем ытларах шутланнă.
Пуянсем, çирĕп хуçалăхлисем вăхăт-вăхăтăн юпах тихи-качкипе тăватшар-пилĕкшер лаша, виçшер-тăватшар ĕне усранă. Вăтам пурăнакансем икшер лаша, икшер ĕне тытма тăрăшнă. Сурăх, качака ĕрчетнĕ, сысна усракаланă. Анчах та выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси яланах пĕр пек ăнса пыман. Час-часах сикекен, ерекен чирсем сарăлса нумай выльăха пĕтернĕ. Халăх ку чирсемпе кĕрешмелли майсене пĕлмен. Выльăх мурĕ килчĕ тесе ун пек чирсенчен киремете тата тĕрлĕрен турра чӳк тунисемпе хăтăлма тăрăшнă, тĕшмĕшле йăласене тунă. Киремечĕ те, туррисем те çырлахман.
Малтанхи вăхăтра вăрманне хăртма та, касма та чаракан пулман-ха. Кашни çемье çу каçичченех вăрманта шараçланнă, уй çĕрне сарнă. XVIII ĕмĕр варринчен тытăнса халăх вăрманĕсем хысна аллине куçнă хыççăн вĕсене хăртассине те, ирĕккĕн касассине те чарса лартнă. Çакăнтан пуçласа вăрмансенче утă çулса хатĕрлесси те хĕсĕнме пуçланă. Çĕнĕ вырăнта акмалли-çулмалли çĕре вăрмантан тасатнă чух хресченсене виç-тăватă çул хушши налогсенчен хăтармалла пулнă. Анчах та вырăнти влаçсем ку саккуна çирĕппĕн тытса пыман. Ясак-куланайпа тĕрлĕрен налогсене часах тăпăлтарма тытăннă. Тырри начар пулнă, укçи тупăнман. Çакăн пирки ясакпа налогсене тӳлесе тăрасси питĕ йывăр лекнĕ.
Чухăнсен аран тупкаланă укçи-тенки налогсем тӳлеме те çитмен. Пару-тӳлев парăмĕ çултан-çул ӳссе пынипе чухăн хуçалăхсем умне вĕсем пĕтсе ларас хăрушлăх тухса тăнă. Çакна кура хăш-пĕр чухăнсем кил-çуртне пăрахсах урăх çĕрелле тухса тарнă е пуянсем патне тарăçа каймалла пулнă.
Çав вăхăтра хресченсене укçа тупма питĕ хĕн пулнă, мĕншĕн тесен таврара нимĕнле промышлепность та пулман. Укçа-тенкĕ тупăшĕ вĕсен çак майсемпе çех килме пултарнă. Выльăх йышлă усракансем чĕрĕ тир, сурăх çăмĕ сутнă; хăшĕ-пĕри курăс-мунчала туса е чăрăшран-хыртан чĕренче чĕлсе вĕсене хирелли пасарсене илсе кайса сутнă. Теприсем сунара çӳренĕ — хăнтăр, сăсар, тилĕ, шашкă, юс, ăтăр тытма тăрăшнă, мĕншĕн тесен ун пек кайăк тирĕсем хаклă тăнă. Вĕсене ухăсемпе персе, пысăк тапăсемпе çаптарса е мăйкăчсемпе çаклатса тытнă. Çиме юрăхлă вĕçен кайăксене (ăсана, пăчăра, карăка) серепесемпе, кăткăссемпе çаклатнă.
ХVI-XVII ĕмĕрсенче Сăр вăрманĕсенче мамăк тирлĕ кайăксем нумай ĕрченĕ пулнă. XVIII ĕмĕр варринелле хаклă хăнтăрсем (бобрсем) сайралнă ĕнтĕ. Упа, пăши (луç) нумай пулнă. Упасем вăрман хĕрринчи сĕлле хытă тапăннă. Ку пысăк кайăксене сунарçăсем пĕр аш-какайĕшĕн кăна тытнă, мĕншĕн тесен вĕсен тирĕсем йӳнĕ тăнă.
Теприсем тата вăрманти ирĕклĕ хурт-хăмăр йăвисене шыранă е вĕсене килтех каска вĕллесенче ĕрчетме тăрăшнă. Мĕншĕн тесен пылпа карас ăвăсне ыйтакансем те нумай пулнă.
Анчах та сунара çӳреме те, вăрманти пыл хуртне шыраса тупма та пурте пултарайман. Мĕншĕн тесен ку ĕçсене тума вăйлă та тӳсĕм-чăтăмлă арçынсем çех пултарнă.
Укçа-тенкĕ кил-çурт айăккинчи меслетпе тупма пултарайманнисен пурлă-çуклă тыррине налогсем валли сутма лекнĕ.
Кунта çакăн çинчен пĕлме кирлĕ. Кушлавăш чăвашĕсен акмалли çĕрĕ кашниннех çителĕклĕ пулнă пулин те тырри-пулли нумайăшĕн çитсе пыман. Мĕншĕн тесен вăрманлă нӳрĕ çĕр çинче вĕсем лайăх тырă туса илме пĕлмен. Ял çумĕнчи анасем çинче çех тырри аван çитĕннĕ, анчах та ун пек çывăхри çĕрсем пуринчен ытла пуянсемпе çирĕп хуçалăхлă хресченсен аллинче тăнă. Лапам та сăртламлă анасем çинчи ыраша сӳсенпе мачăлта пусса илнĕ, çуртрне пукрапа анра çарăкĕ, хур-хухпа шурут курăкĕ пусса лартнă. Çакăн пирки начар тырă туса илнĕ Кушлавăш хресченĕсем. Тата кашни тăват-пилĕк çул хушшиех выçлăхсăр иртмен. Ку выçлăхсем çанталăк уяр пулнипе кăна мар, калчасем ӳсес чух сивĕ тăнипе те, тырăсене çум курăкĕ пусса лартнипе те килнĕ.
Тырă йӳне сутăннă. 1730 — 1740 çулсенче ыраш пăчĕ 3 — 5 пус çех тăнă. Сĕлĕ унтан та йӳнĕрех пулнă.
Ал ăсталăхне пĕлекенсем сайра тупăннă. Тимĕр-тăмăртан япаласем тума правительство хушнипех чарнă пирки чăвашран тимĕрçĕсем пулман. Хăш-пĕр ялта пĕрер е икшер çын хутран-ситрен çĕвĕ ĕçне тыткаланă, анчах та пикенсех çĕвĕ ĕçĕпе пурăнакансем пулман. Çăматă, шĕлепке йăвалассине, кĕрĕк валли тир тăвассине Кушлавăш салинчи бобыль вырăсĕсем туса тăнă. Тимĕрçĕ ĕçне те вырăссемех тунă. Чăвашран платниксем чылай пулнă, вĕсем çурт-йĕр тунă çĕрте ĕçленĕ. Платниксем хушшинче столяр пек ăста ĕçлеме пултаракансем те пулнă. Теприсем тата катка-пичке, пир-авăр усрамалли çӳпçе, йывăç витре, чĕрес тума пултарнă.
Нимĕнле ремисе те пĕлменнисем пуянсем патĕнче тарçă вырăнне ĕçленĕ. Анчах та тара кĕрĕшсе иртен пуçласа каçчен ĕçлесен те кунне 3 — 4 пусран ытла илеймен.
Атăлпа хуласем çывăхнелли чăвашсем хушшинчен ĕç шыраса ютталла — Атăл çине бурлакра çӳреме е Урала савăтсемпе рудниксенче ĕçлеме каякансем пулнă пулсан Кушлавăш çыннисенчен ун пек каякансем пулман. Вĕсем, вăрман хушшине вырнаçнăскерсем, хĕлĕн-çăвĕн вăрманпах айланнă, хăйсен çĕрне сарма, ăна лайăхлатма тăрăшнă.
Кушлавăш хресченĕсен кил картипе анкарти (паçма) вырăнĕ вăтам шутпа çур гектара яхăн (пĕр ана таран) йышăннă. Анчах паçма тени пурин те пĕр тан пулман: пуянсен анлă, чухăнсен хĕсĕк пулнă.
Пуянсем, çирĕп хуçалăхлă чăвашсем кил карти тавраллах çурт çумне çурт лартса тултарнă, тăрпасăр хура пӳрчĕ чухăнсенни пекех кил карти варринче лăпчăнса ларнă. Хуралтăссм хушшинче — урамалла лаçă, картиш айăккисенче икшер ампар, хыçалта лаша вити, ĕне сарайĕпе сурăх карти, лупас, аслăк, лупас айĕнче утă усрамалли сайхалăх (сушилка) пулнă; хуралтăсем пĕринчен тепри тытăнса пынă. Кашни тĕреклĕ хуçалăхăнах икĕ хутлă ампар пулнă. Чĕренчепе витнĕ ампар тăррисене йывăр шулапсемне (желобсемпе) пусарса çирĕплетнĕ. Чухăнсен килне вĕрлĕксенчен тунă чăвашла хапха, лаçă, хӳме сыпăкĕсем, пысăк мар ампар-кĕлет, вите, выльăх картисем, начар лупассем карталаса тăнă. Лупассемпе вите тăррисене пурте пекех улăмпа витсе хунă пулнă та, вĕсем час-часах пушарсемпе çунса пысăк инкек кӳнĕ.
Çĕр улми лартса тăвасси чăваш хушшинче 1820 — 1840 çулсенче тин сарăлма пуçланă. Çакна пула XVIII ĕмĕрте пахчасенче çарăк, кишĕр, кăшман, хăяр, сухан, ыхра, каярахпа тата купăста кăна лартса ӳстернĕ. Çарăка тураса яшкана янă.
Пысăк анкартине çурри ытла кантăр вырăнĕ йышăнса тăнă. Хăшĕ йĕтĕн те акнă. Кĕпе-йĕм çĕлемелли пир-авăра кашни çемье хăех, харпăр килĕнчех, тĕртсе тунă пирки ун чухнехи чăвашсемшĕн йĕтĕн-кантăр акса тăвасси пысăк вырăнта шутланнă. Кантăр чăвашсене тата ун вăрринчен çу кăларма та кирлĕ пулнă. Кантăр вăррине типĕтсе-тӳсе анат-çимĕç тунă çĕре те янă.
Кашни килĕн анкартинчех, лупас-сарай çумĕсенче, хăмла ӳстермелли вырăн пулнă. Йывăç пахчи лартман. Сад пахчи пулсан та вĕсенче вăрман йывăççисем çех — шĕшкĕ, çĕмĕрт, пилеш, палан тĕмĕсем тата хурăн, хурама йывăççисем кăна — ӳссе ларнă. Урам хушшисенче йăмра нумай çитĕннĕ.
Пан улми, чие тата ытти культурăллă çимĕç йывăççисене пĕлмен. Чăн та, хăшĕ-пĕри таçтан тупкаласа вĕтĕ те йӳçĕ улма паракан улмуççисене виçшер-тăватшар йывăç ларткаланă та вĕсен уссине никам та пĕлмен.
Лайăх çимĕç паракан пан улми, чие, груша, слива йывăççисем чăваш хушшине XIX ĕмĕр варринелле тин хула таврашĕсенчен сарăлма тытăннă. Хуласенче вĕсене малтан чиновниксемпе купцасем, помещиксемпе пупсем лартса ӳстернĕ. Вĕсен урлă ку йывăçсем ерипен чăваш ялĕсене те куçса пынă.
XVIII, XIX ĕмĕрсенче (унччен малтанхи ĕмĕрсенче те) чăваш çыннин апат-çимĕçĕ пуринчен ытла выльăх-чĕрлĕх паракан продукцирен тăнă. Выльăх-чĕрлĕх чăваша аш-какай, сĕт-çу, тăпăрчă-чăкăт панă. Выльăх чылай ӳсракансем ашран шăрттан туса хунă. Çăмарта пирки пурте пекех чăх-чĕп усрама тăрăшнă. Ун чух сахăр пулман. Сахăр вырăнне вăйлăрах пурăнакансем пылпа усă курнă.
Чухăнсен выльăх-чĕрлĕх усрасси те ăнăçман пулсан апат-çимĕçĕ те начар пулнă. Вĕсем аш-какай сайраран çеç çикеленĕ, сĕт-çу та пулман. Кантăр çăвĕпе çырлахнă. Кантăр вăррине типĕтсе тӳсе унпа икерчĕсем, пӳремĕчсем пĕçернĕ, пĕрер ĕне пулсан та сĕчĕ çитмен пирки шĕвек уйран çикелесе пурăннă.
Тырăсенчен тахçантанпах ыраш, урпа, сĕлĕ, пăри, вир, пăрçа, хура тул, ясмăк акса ӳстернĕ. Тулă акман, вăл пирĕн çĕрте ӳсмест тенĕ. Ку тырăсенчен чăвашсем пуринчен ытла ырашпа пăрие хисепленĕ. Ыраш — çăкăр панă, пăри — пăтăпа тинкĕле пĕçерме кирлĕ пулнă. Ун чух вăйлă шыв арманĕсемпе çил арманĕсем пулман. Çакна пула çăнăхне те, кĕрпине те нумайăшĕ харпăр килĕнчех ал арманĕпе кăна авăртнă.
Тинкĕле хĕрӳллĕ ĕç çи вăхăчĕсенче апата васкаса пĕçермелле чух усăллă пулнă. Пĕçерсе шӳтернĕ хыççăн типĕтсе авăртнă шултăра пăри çăнăхĕ вĕри шыв çине ярсанах сарăлса кайса пăтă пек пулса тăнă. Ăна вара çиелтен çу сапса çинĕ. Аван апат пулнă çак тинкĕле авалхи чăвашсемшĕн. Анчах та лайăх пăри ӳстерсе илес тесен унăн калчине текех çум курăксенчен тасатса тăма лекнĕ. Унсăрăн тинкĕли те, пăтти те пулайман.
Тум-тир тĕлĕшĕпе кушлавăшсем ытти çĕрти чăвашсенчен уйрăм тăман. Хĕлле — вăрăм кĕрĕк с пĕрмечесĕр кĕске кĕрĕк, аçам (чаппан), пуянсем тăлăп тăхăннă. Чухăнсем сăхманпах та хĕл каçнă. Кĕркунне-çуркунне е сивĕрех нӳрĕ çанталăксенче пурте сăхманпах çӳренĕ. Пуçĕсене сурăх тирĕнчен çĕлетнĕ çĕлĕк, кĕркунне-çуркунне çăмран йăваласа тунă шĕлепке тăхăннă; урасенче — хĕлле хулăн тăла йĕм пулнă, çăм тăлапа çăпата сырса çӳренĕ. XIX ĕмĕрте пуянраххисем атă, пасартан илнĕ сукна сăхман е пустав халат тăхăнма пуçланă. Кĕпе-йĕм, çиелтен тăхăнмалли ăшă тум-тирĕ те пĕтĕмпе пекех харпăр кил-çуртĕнче хĕрарăмсем арласа тĕртнĕ пир-авăрна тăларан çĕлетнĕскерсем пулнă. Çулла хăш-пĕрисем шурă пиртен çĕлетнĕ шупăр тăхăннă.
Кăçатăпа сăран атă таврашне каярахри çулсенче çех сахалăшĕ тăхăнса çӳренĕ. Нумай картлă сăран атă кунчисем туртса хăпартсан пĕç кăкĕ патнех çитнĕ. Картуссем тăхăнасси XIX ĕмĕр вĕçнелле тин пуçланнă.
Вăрман хушшинчех пурăннă пулин те Кушлавăш чăвашĕсем пӳрчĕсене пысăк туман, тăрнасăр хура пӳртсенчен час уйрăлман. 1890 çулсем тĕлнелле те кунта кашни вунă килтен тăват-пиллĕкĕшĕ хура пӳртрех пурăннă. Пĕр пӳлĕмсĕр пӳртсен ăш-чикĕсем таса мар пулнă. Стенисем тĕтĕм-хăрăм витĕр çапса лартнине сарăхса хуралсах кайнă; пĕрене çурăкĕсенче таракансем, хăнкăласем хĕвĕшнĕ. Чăн та, хĕллесем вăхăтран-вăхăт вĕсене шăнтса пĕтерме тăрăшнă, анчах та хăнкăлисем каллех хăвăрт ĕрчесе кайнă. Тумхахланнă таса мар урайĕнче путексем, пăрусем сиккелесе çӳренĕ, ачи-пăчи те çавăнтах явăçнă. Каçсерен хура пӳрт ăш-чиккине хăйă çути кăна вăйсăррăн çутатса тăнă. Çунакан хăйă та пӳрте тĕтĕм-хăрăм кăларса тултарнă. Паллах, çакăн пек тасамарлăхра этем пурнăçĕ сарăлса чечекленме пултарайман.
VI. Халăх сывлăхĕпе культури
XIX ĕмĕр вĕçне çитичченех Кушлавăш ялĕсенче больницăсем пулман. Халăх врачсене пĕлмен, фельдшерсене курман. Çакна пула санитарипе гигиена йĕркисене те ăнланман. Ялсенче кирек мĕнле чир сарăлсан та чăвашсем ăна турă хăй ирĕк панипе этеме усал-тĕсел муталаса çӳрет тесе шухăшланă. Вăл юмăçсене, мăчавăрсене, асамçăсене ĕненнĕ. Ялсем тăрăх чир ертсе çӳрекен мурсем, ийесем, вĕре çĕленсем тата ытти усал сывлăшсем те пуррине ĕненнĕ. Юмăçсем усал-тĕселе çырлахтарма пултараççĕ, мăчавăрсем турă кăмăлне çавăрма пултараççĕ, асамçă-тухатмăшсем — шуйттана сутăннă çынсем — кирек кама та пăсма, чирлеттерме, вĕлерме те пултараççĕ тесе ĕненнĕ.
Чăвашсенчен нумайăшĕ XVII — XVIII ĕмĕрсенчех христиан тĕнне йышăннă пулнă. Анчах та вĕсем ку тĕне влаçсем хĕсĕрленипе ирĕксĕртен çех йышăннă пирки чунтан ĕненмен. Тултан православнăй христиансем тесе шутланнă пулин те чунĕсемпе татах та икĕ ĕмĕр тăршшĕ хăйсен кивĕ тĕнĕпе пурăнакан язычниксем пулнă. Чиркĕве каяссине те, типĕ эрнисенче çулталăкра пĕрре ураса тытассине те пупсем хистенипе çех йăлишĕн кăна тукаласа пынă. Кам чиркĕве çӳременнине, ураса тытни-тытманнине приход чиркĕвĕнчи пупсем уйрăм кĕнеке çине çырса паллă тунă; итлеменнисене вырăнти влаçсем урлă асăрхаттарнă, хăйсем те «ӳкĕтленĕ», хăратнă. Анчах та пурĕ пĕр пурне те хăратса çитереймен, пупсене итлеменнисем сахал мар пулнă. Çак çурри христианла, çурри язычникла чăвашсем кирек мĕнле инкек-синкек пуссан та, тĕрлĕрен чир çаклансан та çăлăнăç шыраса яланах юмăçсемпе вĕрĕç-суруçăсем патне кайнă. Лешсем вĕсене укçашăн, парнешĕн суйса-улталаса темиçе ĕмĕр авалхиллех тирпейсĕрлĕхпе тĕттĕмлĕх еннех сĕтĕрнĕ.
Российăри çурма феодаллă, дворянлă власть чиновникĕсем чăваш пек вак халăхсем çине нимĕнле çутă пайăркине те ярасшăн пулман, вĕсене тĕнче культурипе паллаштарман. XVIII ĕмĕрте вак халăхсем валли хар-пăр халăхĕсенченех пупсемпе миссионерсем хатĕрлеме новокрещен шкулĕсем уçнă. Анчах та ку шкулсем çак халăхсене православи тĕн вĕрентĕвĕпе минретнинчен пуçне нимĕн те паман. Наукăлла вĕренӳпе ăс-пуçа çутатмалли кĕнекесем кăларттарман.
Чăвашран тухнă Акрамовский пек, Рожановский 4 пек пупсем, [[I,459]], язычествăпа юмăçсене хирĕç кĕрешнĕ пулин те, хăйсен халăхĕн культурине сывлăхне çĕклес пирки нимĕн те туман. Чăваш халăхĕ çаплинех тĕттĕмре пăчăхнă, тĕрлĕрен чир-чĕр айĕнче хăшкăлнă.
Чăн-чăн культурăн вăйсăр çути чăваш хушшинче XIX ĕмĕр вĕçнелле кăна, земство гражданла шкулсем уçнă хыççăн тин, сарăлма пуçланă.
Епархиальнăй совет уçнă церковно-приходскипе грамота шкулĕсем çырăва вĕрентнĕ пулин те ачасене пуринчен ытла христианствăна «турă законĕсем» çинчен ăнлантарма тăрăшнă.
Медицина вĕрентĕвне илтмен тĕттĕм халăх санитарипе гигиена тасалăхĕсене тытса пыма пĕлмен. Хура пӳртсенчи тасамарлăхра трахома, кĕçĕ тата тĕрлĕрен шăтан-юхан чирсем ашкăннă. Час-часах ерекен-сикекен чирсем сарăлса пĕтĕм пурнăçа салхулатса хунă. Вăхăтран вăхăта чечче шатри (оспа), скарлатина, дифтерит, хĕрлĕ шатра (хĕрлĕхен), дизентери ялтан яла сиксе ачасене çавапа çулнă пек çулса тăкнă. Кусемсĕр пуçне тата ӳссе çитĕннĕ çынсене чахотка пусмăрланă, ӳпке шыççипе чирлесен те сывалма пултарайман. Тасалăх çуккине е медицинăллă пулăшу пулманнипе нумай хĕрарăм ача çуратнă чух юн кайнине е çуратнă хыççăн кайран юн пăсăлнипе вилсе кайнă. Çаксене пурне те эпир ĕлĕкхи чиркӳ метрикисенче кăтартнă статистикăллă цифрăсенчен курма пултаратпăр. (Халĕ совет учрежденийĕсем туса тăракан загс ĕçĕсене ĕлĕк, совет влаçĕ пуличчен, чиркӳ прихочĕсенчи пуп таврашĕсем туса тăнă. Çуралнисемпе вилнисене тата мăшăрланакансене çырса пымалли кĕнекене «метрически кĕнеке» тенĕ). Вилекен нумай пулнине иртнĕ ĕмĕрсенче халăх йышĕ вăраххăн та ерипен ӳссе пынă. Çакна тĕплĕнрех кăтартма Кушлавăш чиркĕвĕн XIX ĕмĕр варринче çырнă метрикисенчен хăш-пĕр çулсенчи статистикăллă цифрăсене кăна илсе пăхар.
1841 — 1850 çулсенче Кушлавăш уйĕнчи ялсенче пурĕ 3500 çынпа яхăн пураннă. Мĕнле ӳссе пынă-ха унти халăх йышĕ çав çулсенче? 1841 çулта вун икĕ ялта пурĕ 143 ача çуралнă, 135 çын вилнĕ. Çапла вара çулталăкра виçĕ пин çур çынлă йыш çумне сакăр çын кăна хутшăннă.
1842 çулта вилнисем сахалтарах шутланнă та хутшăнни ытларах пулнă: 146 ача çуралнă, 63 çын вилнĕ; 78 çын хушăннă. 1843 çулта 125 ача çуралнă, 118 вилнĕ; 7 çын кăна хушăннă.
1848 çулта халер чирĕ сарăлнипе халăхшăн питĕ йывăр вăхăт пулса тăнă. Халерпа нумай вăй питти çын сасартăк вилсе кайнă. Ку çулхине 175 ача çуралнă, 179 çын вилнĕ; хушăнни пулман, 4 çын катăлнă. Çапла вара Хĕвел анăç Европăра революци кĕрленĕ тапхăр Атăл тăрăхĕнче усал чир — холера ашкăнмалли çул пулса тăнă.
Халăх хутшăнасси малалла та çакăн майлах ерипенĕн кăна пулса пынă. 1849 çулта 139 çуралнă, 118 вилнĕ; 21 çын хушăннă. 1850 çулта 150 çуралнă, 142 вилнĕ; 8 çын кăна хушăннă. 1852 çул халăх сывлăхĕшĕн кăшт телейлĕрех çул пулса тăнă: 180 ача çуралнă, 79 çын вилнĕ; 101 çын хушăннă. 1863 çулта 185 çуралнă, 122 çын вилнĕ; 63 çын хушăннă. 1864 çулта 216 ача çуралнă, 142 çын вилнĕ; 74 çын хушăннă. Çапла вара çакăнта кăтартнă 9 çул хушшинче виçĕ пин çур çынлă йыш çумне пурĕ те 356 çын кăна хушăннă.
Кăтартнă çулсенче пурĕ 1459 ача çуралнă. Вĕсенчен 552 ачи вунă çул çитиччен вилсе кайнă. (Ку шутран 306-шĕ çулталăка çитичченех, 246-шĕ вунă çула çитиччен вилнĕ). Урăхла каласан, çуралакан кашни виçĕ ачаран пĕри вунă çула çитиччен вилнĕ. Ачасем пуринчен ытла çулталăка çитиччен вилсе выртнă.
Метрика кĕнекисенче çын мĕнле чирпе вилнине паллă тумалли графа та пур. Анчах та ĕлĕк ялсенче врачсем, больницăсем пулман пирки çын мĕнле чирпе вилнине те пĕлмен. Нумайăшне «вĕри чирпе (от горячки) вилнĕ тесе паллă тунă. Çын йывăр чирлесси е вилесси вăл вĕриленмесĕр пулма пултараймасть. Ун пек вĕриленсе выртма скарлатинăпа та, дифтеритпа та, ӳпке шыççипе те тата урăххисемпе те пултарнă. Чечче шатрипе хĕрлĕ шатра (корь) çех паллă пулнă, çавăнпа та вĕсене «умер от оспы» ... «от кори» тесе паллă тунă. Çитĕннĕ çынсем чахоткăпа, кăкăр питĕрĕнсе ларнипе тата «вăй пĕтсе çитнипе» нумай вилнĕ. Çитмĕлтен иртиччен пурăнни сахал пулнă. Сакăр вунна çитнисем пит те сайра. 90 çула çитсе вилнисем вун икĕ ялти 3 — 5 пин çын хушшинчен пĕтĕм XIX ĕмĕр тăршшĕнче те пилĕк-ултă çынтан ытла мар. Леш ĕмĕр варринче пĕр хĕрарăм кăна 101 çула çитсе вилнĕ. Тата ак мĕн тĕлĕнтерет. Кольцовкăри крспостной хресченсем улпут аллинче тертленнĕ. Çапах та вĕсен хушшинче 70 — 80 çула çитсе вилнисем нумайрах пулнă.
1840 — 1860 çулсенче, вăтам шутпа илсен, Кушлавăш халăхĕн пĕтĕм йышĕ çумне çуллен 44 çынна яхăн е кашни çĕр çын пуçне 1,1% çех хушăнса пынă. Ĕмĕр вĕçнелле ку ӳсĕм пысăкланнă.
Халăх ӳсĕмĕ, уйрăммăнах малтанхи вăхăтсенче, питĕ сикчĕллĕн хăпарса пынă. Тырă пулман выçлăхлă вăхăтсенче е чир-чĕр сарăлнă çулсенче халăх йышĕ ӳсмен, вăл каялла чакни те пулнă. Выçлăх тени ĕлĕк тăтăшах пулса пынă. Тĕп архивсенчи документсем пĕлтернĕ тăрăх, XVIII ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсене çитиччен кăна вун виçĕ çул (1704, 1716, 1722, 1733, 1734, 1742, 1748, 1749, 1758, 1763, 1764, 1766 тата 1774 çулсем) выçлăхпа аптранă. Ку выçлăхсем ун чух пĕтĕм чăваш халăхне тата унпа юнашар кĕпĕрнесенчи халăхсене те хытă тертлентернĕ. Выçă çынсем хăш-пĕр çулсенче юман икелли, йывăç хуйăрĕ, шĕшкĕн шерепеллĕ кăчкисене типĕтсе авăртнă, вĕсене кăшт кăна çăнăхпа хутăштарса çăкăр пекки пĕçернĕ. Тĕрлĕрен курăксене пĕçерсе çинĕ. Ун пек выçлăхсем XVII — XVIII ĕмĕрсенче пушшех, те нумай пулнă. Çакан пек пысăк выçлăхсемех иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнчи 80 — 90-мĕш çулĕсенче те пулкаланă (1891, 1895 çулсем тата ытти те). Тырă пулманни ун чух пĕр уяр çанталăкран кăна мар, хресченсем агротехникăна пĕлмен пирки, урăх сăлтавсенчен те нумай килнĕ.
Çакăнта кăтартса панă инкексемпе йывăрлăхсем вĕсем пĕр Кушлавăш тăрăхĕнче çеç мар, ытти çĕрти чăвашсем хушшинче те пулнă. Выçлăхсем те, тĕрлĕрен чир-чĕрĕ те тăтăшах çите-çите çапса халăх пурнăçне пуснă. Çаксене пула тата патша правительстви ĕç çыннисене пусса тăракан политика тытса пыни халăх йышне йĕркеллĕн ӳсме паман.
Улпутсен влаçĕ вак халăхсене юриех тĕттĕмлĕхпе тирпейсĕрлĕхре пĕтсе лармалли йĕркесем туса хунă. Анчах çапах та ку халăхсем пуçĕпех пĕтсе ларман. Вĕсем пĕтĕм вăйне хурса чухăнлăхпа хĕн-хурлăха хирĕç кĕрешнĕ, пурнăç лайăхланасса кĕтнĕ, малалла пăхса пурăнмах тăрăшнă. Çакăн пек пурăннипе çех вĕсен йышĕсем çапах та ерипен те пулин ӳссе пынă.
Чăваш халăхĕн йышĕ, унпа пĕрлех Кушлавăш çыннисен ял йышĕ те çакнашкалах вăраххăн ӳснĕ.
VII. Ĕмĕрсен сыппинче
XIX ĕмĕр вĕçĕ чăваш ялне чылай улшăнусем кӳнĕ. 1870 çулсенче кашни вулăс центрĕнчех патшалăх хуçалăх министерстви тытакан пуçламăш шкулсем уçса панă. Каярах вĕсене земски шкулсем тенĕ. Ун пек шкул 1875 çулта Кушлавăш салинче те уçăлнă. Унччен малтан пĕр вун тăватă çул хушши (1850 — 1874 çç.) кунта пĕртен-пĕр пĕчĕк частнăй шкул кăна ĕçленĕ. Ăна пуп арăмĕ Д. О. Акрамовская пуçарнипе уçнă пулнă та, малтанхи вун икĕ çулĕнче унта вăл хăех вĕрентсе пурăннă; юлашки икĕ çулĕнче чăваш учитель Иван Максимов вĕрентнĕ. Вĕренесшĕн пулнă ачасем пĕтĕм вун икĕ ялĕнчен те çак шкулсене çӳренĕ.
1880 — 1882 çулсенче Хусан кĕпĕрнинчи кашни ялах мишавайсем пырса ял планне туса панă. Унччен йĕркесĕр пăтрашса ларнă чăваш ялĕсем вара çав план тăрăх урамесене тӳрлетсе тикĕслетнĕ, малалла çав плансем тăрăх ӳссе сарăлмалла пулнă. Мишавайсем кашни ялăн çĕрне виçсе тĕнлĕн шута илнĕ. Кушлавăш уйĕнчи ялсен планĕсене 1880 — 1881 çулсенче туса пĕтернĕ, вăл плансем халĕ Чăваш республикинчи Тĕп архив фончĕсенче усранаççĕ. (Вулăс правленийĕсемпе уесри земски управăсен архивĕсем.)
1894 çулта тата Кушлавăшсен Байсубаковски вулăсне Хапăс вулăсĕпе пĕрлештерсе пĕр вулăс — Тойсински вулăсĕ туса хунă. Вулăс центрне Уравăша куçарнă. Уравăш ялне ĕлĕк Туçи Хирпуç тенĕ, çавăнпа вулăс ятне Тойси текен ят панă. (Ку ята уравăшсен тĕп аслашшĕсем хăйсен Çĕрпӳ хули леш енчи метрополинчен илсе килнĕ.)
Тойси вулăсне кĕриччен 1893 çулта Кушлавăш уйĕнче пурĕ пилĕк общество пулнă, вĕсенче 985 кил, 5648 çын шутланнă. Уйрăммăн илсен: Пысăк Упакасси обществинчи Пысăк Упакасси ялĕнче 181 кил, 950 çын; Шуркассинче 36 кил, 187 çын; Шепекечре 21 кил, 106 çын пулнă.
Байсубаковски обществинчи Кушлавăш салинче 52 кил, 262 çын; Хураçырмара 58 кил, 305 çын; Пĕчĕк Упакассинче 61 кил, 322 çын шутланнă.
Аслă Кушлавăш обществинчи Ершипуçĕнче 185 кил, 975 çын; Кӳстӳмĕрте 67 кил, 420 çын пулнă.
Мамалай обществинчи Кивĕ Мӳрĕшре 82 çемье, 512 çын; Çĕнĕ Мӳрĕшре 50 çемье, 362 çын пурăннă.
Культсав обществинчи Кольцовкăра 137 çемье, 882 çын тата Зеленовкăра 55 çемье те 365 çын пурăннă. (Кусемсĕр пуçне Байсубаковски вулăсне тата Çавал тепĕр енчи Уравăш, Утар, Хирпуç, Рункă ялĕсем кĕнĕ пулнă). Вĕсенче çав çултах 2200 çын ытларах пурăннă.
Икĕ вулăса пĕрлештернĕ хыççăн Туçи вулăсĕнче пурăнакан халăх йышĕ 1897 çулта 14 пин çурă çынна çитнĕ. Ку шутран 1368 вырăс, ытти чăваш пулнă.
1895 — 1897 çулсенче Кушлавăш уйĕнчи кашни обществăрах пĕрер церковно-приходски е грамота шкулĕ уçса панă.
Кольцовка обществинче тăракан Зеленовка пĕчĕк ял пулнă. Анчах та вырăссене çех хисеплекен Ломоносов пуп тăрăшнипе ку яла хăйне уйрăм ириходски шкул уçтарса панă. Çав вăхăтрах Кӳстӳмĕрпе Пĕчĕк Упакасси ялĕсем Зеленовкăран пысăкрах пулнă пулин те тата вĕсен ачисене ют ялти шкулсене çӳреме инçерех пулнă пулсан та ку ялсенче шкул уçма ирĕк паман.
XIX ĕмĕр вĕçĕнче кушлавăшсемшĕн тата тепĕр тĕлĕнмелле ĕç пулса тăнă. 1895 çулта юнашар Хумпуç уйĕ урлă Мускавран Хусана каякан чукун çулне туса пĕтерсе ĕçе янă. Кушлавăш уйĕнчен ултă çухрăм вăрман урлă каçсанах Йĕпреç ялĕ патĕнче чукун çул станцийĕ туса лартнă. Ку вара халиччен упа шăтăкĕнчи пек сĕм вăрманлăхра пурăннă кушлавăшсемшĕн тĕнчене пăхмалли чӳрече касса уçнă пекех туйăннă. Чăваш çĕрĕ урлă чи малтанхи чукун çулне хывса пуйăссем çӳреме пуçлани вăл ун чух Кушлавăш çыннисемшĕн çех мар, пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн те тĕлĕнмелле пысăк ĕç пулнă. Инçетри хуласене тухса курман çынсем малтанхи хут улăпла тимĕр урхамах нумай вакунсене сĕтĕрсе вăрмансем витĕр, уйсем урлă ыткăнса пынине курнă. Çав тимĕр урхамах туртса пыракан вăрăм пуйăссем çине вĕсем каçăхса кайса, куç-пуçсене чарса пăрахсах тинкерсе пăхса тăнă, чĕлхене каласа пама çук тĕлĕннĕ.
Йĕпреç станци çултан-çул ӳснĕ. Унта тырă, çăмарта, тĕрлĕрен чĕрĕ тавар пуçтаракан, вăрман ĕçлеттерекен хуçасемпе усламçăсем, хапрăк-савăт таварĕ сутакан сутуçăсем çурт-йĕр лартса пурăнма тытăннă, лавккасем, магазинсем уçăлнă. Йĕпреç станцинчен пур еннелле те пысăк çулсем хывăннă. Кушлавăш уйĕ урлă та Йĕпреçрен çĕр çухрăм тăсăлакан — Етĕрнепе Кăрмăш хулисен пысăк çудĕ хывăнса выртнă. Ку çул хăй каçса каякан Пысăк Упакасси, Ершипуç, Кӳстӳмĕр ялĕсене шăв-шав кӳрсе тăма тытăннă.
Малтан уçнă шкулсем пурте тăвăр çуртсенче е хресчен пӳрчĕсенче кăна вырнаçса тăнă. Апла пулин те ку вăхăтра ĕнтĕ чăвашран чылайăшĕ ачи-пăчине çырăва вĕрентме кирлине ăнланнă. Ялсенче шкулсем уçăлсанах вĕсене çӳрекенсем чылай тупăннă. Ĕлĕк новокрещенсен схоластикăллă шкулĕнче вĕренме ачасене влаçсем ирĕксĕр тытса кайнă пулсан халь вара вĕренме ачасем хăйсен ирĕкĕпех çӳренĕ. Кунта, паллах, шкулсем çывăхрах пулни тата вĕсенче тăван чĕлхепе ăнлантарса вĕрентни те шкул еннелле туртнă пулмалла.
Анчах та çав чăваш ачисемех вырăс чĕлхипе кăна вĕрентекен земски шкулсенчен те пăрăнса тăман. Тĕслĕхе Кушлавăш салинчи земски училищех илер. Кушлавăшри земски училищăна 1875 çулта уçнă. Çав çулхинех унта 23 ача вĕренме тытăннă: ку шутран 12 вырăс, 11 чăваш. Вырăсĕсем пуринчен ытла Кушлавăш сали ачисем, чăвашĕсем 3 — 4 çухрăмран пынă Упакассипе Мӳрĕш ачисем пулнă. Малалла унта çуллен 60 — 70 ачашар вĕреннĕ. Кусенчен 75 проценчĕ чăваш ачисем шутланнă.
Çак вăхăтрах шкултан ютшăннипе унăн уссине ăнланманнисем те питĕ нумай пулнă-ха. Ун пеккисем ачисене вĕренме яман. Çапах та çак вăхăтран тытăнса чăваш халăхне ĕмĕртен ĕмĕре хупласа тăнă тĕттĕмлĕх чаршавĕ çурăлса кайнă темелле. Халăхăн пурнăç юхăмне пусса тăнă хулăн пăр тапраннă, таткаланнă. Пурнăç таппи анлăраххăн юхма пуçланă. Тĕттĕм чăваш хушшине те культура çути ӳкет. Çамрăксенчен чылайăшĕн çырулăха вĕренес, кĕнекене юратас кăмăлĕ вăранать. Ку вăрану вăл чăвашсен хăйсен алфавичĕпе çырулăхĕ тухнинчен килнĕ теме пулать. Çак пархатарлă пысăк ĕçе тунăшăн чăваш халăхĕ хăйĕн аслă та ăслă ывăлне Иван Яковлева ĕмĕрех тав туса пурăнма тивĕçлĕ.
Кĕпĕрнесемпе уессенчи земство учрежденийĕсене тунă хыççăн халăх хушшинчи çутăлăхпа сывлăх ĕçĕсем ерипен пулсан та малаллах кайма тăни палăрать. Леш ĕмĕрĕн вĕçĕнче тата XX ĕмĕрĕн малтанхи çулĕсенче земство кашни вулăсрах пĕрер пĕчĕк больница тата эмел хатĕрлекен амбулатори уçса парать. Анчах та вулăсри амбулаториисенче ун чух эмел таврашĕ сахал пулнă-ха.
Тойси вулăсĕ валли больница тата амбулатори Уравăшра уçăлать. Кушлавăшпа Хапăс уйĕсенчи чылай ялсене кунта çӳреме 12 — 15 çухрăм шутланнă. Больницинче 1912 çулччен врач пулман; унта икĕ лекĕр (фельдшер) тата пĕр акушерка-сестра кăна ĕçленĕ. Хальхипе танлаштарсан, ку больницăна пысăкрах медпункт теме çех пулать. Çапах та, çав вăхăтчен чăвашсем больницăсемпе лекĕр таврашне пачах курманнине шута илсен ку пĕчĕк больницăна уçни те ырă пулнă. Çав вăхăтра Кушлавăш ялĕсенчен 25 — 30 çухрăмра ларакан Нурăс больницинче кăна пĕр врач ĕçленĕ.
1903 çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи земски управа (паллах, И. Я. Яковлев тăрăшнипе пулĕ) ерекен-сикекен чирсенчен епле упранмаллине вĕрентсе калакан листовкăсем чăвашла пичетлеттерсе кăларчĕ. Кусем врачсен Пироговски обществи кăларнă литературăран илсе куçарнă листовкăсемччĕ те, вĕсем хушшинче чылай чир çинчен вĕрентсе каланисем пурччĕ. Çак тăван чĕлхепе ăнлантаракан листовкăсем чăваш халăхне нумай ăс пачĕç. Ку медицина литератури çав вăхăтра пур кĕтессе те çитсе кĕреймен пулĕ, тен, анчах та И. Яковлевпа çыхăну тытакан хресченсем тата унăн вĕренекенĕсем ăна нумай чăваш ялĕсене илсе çитерме пултарнă. Кушлавăш уйĕнчи ялсенче çав листовкăсем И. Яковлевпа çыхăну тытакан хресченсем урлă саланнăччĕ.
1906 — 1907 çулсенче чечче шатри сарăлчĕ. Çакна кура Етĕрне уесĕнчи земски управа халăх хушшине чеччерен епле сыхланмалли çинчен вĕрентсе калакан, ачасене пурне те прививка тума чĕнекен вырăсла-чăвашла листовкăсем салатрĕ; çав вăхăтрах ялсене фельдшерсем пырса чечче шатринчен касрĕç.
Халăха çутта кăларас ĕç те ерипен малаллах шăвăнчĕ. 1906 çулта Хапăсра, тата тепĕр икĕ çултан çав вулăсрах, Уртеменькассинче, двухкласснăй шкулсем уçăлчĕç.
XX ĕмĕр пуçламăшĕнче чăвашран тухнă интеллигенци йышĕ ӳсни палăрчĕ. Учительсем, фельдшерсем халăха тасалăхшăн мĕнле кĕрешмеллине, ерекен чирсенчен епле сыхланмаллине ăнлантарса пачĕç.
1906 — 1907 çулсенче чăваш чĕлхипе малтанхи хаçат «Хыпар» тухса тăчĕ. Хусанпа Чĕмпĕрте ял хуçалăхĕие ал ăсталăхĕ пирки тата сывлăх пирки çырнă чăвашла кĕнекесем тухкаларĕç. Çаксене вулани малта пыракан чăваш хресченĕсен тăн-пуçне сарчĕ, çĕнетрĕ. Вĕсем тасарах та культурлăнрах пурăнма тăрăшрĕç.
VIII. Православи те çул хывнă
Тăван алфавитпа çырулăх чăваш халăхне çутăлăх енне туртакан оруди вырăнне пулса тăраççĕ. Анчах та ку орудипе православин миссионерĕсем те усă кураççĕ. Вĕсем чăваш чунне язычествăран уйăрса христиан енне çавăрассишĕн икĕ çĕр çул ытла тăрмашнă, тертленнĕ. Çапах та ăна çавăрса çитереймен. Вырăсла-славянла ют чĕлхене пырса вĕсем чăваш чĕрине кĕме пултарайман: вăл тултан христиан шутланнă пулин те, чунĕпе язычник халлĕнех юлнă. Юлашкинчен чăн-чăн чăваш чĕлхипе, чăваш алфавичĕпе кăларнă кĕнекесем урлă çех вĕсем унăн чĕрине вăхăтлăха тытса илме пултарнă. Çапла вара, икĕ çĕр çулта туса çитереймен ĕçе миссионерсем Яковлев алфавичĕпе кĕске вăхăтрах, пĕр чĕрĕк ĕмĕр тăршшĕнчех, туса хунă. Çакна пула çирĕммĕш ĕмĕр пуçланнă тĕле чăваш хушшинче те православишĕн чунне пама хатĕр çынсен сийĕ ӳссе çитĕннĕ. Чăвашранах пĕтĕм чунĕ чĕрине православишĕн кĕрешекен пупсем, миссионерсем, монахсем, монастырьтен монастыре çӳрекен аскетла паломниксем, чиркӳ хушнисене хытă тытса тăракан уйрăм çемьесем пулса тăнă.
Эпир, марксистсем-материалистсем, нимĕнле религие те йышăнмастпăр, религисен ултавлăхĕсене кăтартса парса вĕсене сивлетпĕр кăна. Язычествă-и, христиан тĕнĕ-и — пирĕншĕн пулсан ку пурĕ пĕр. Çавăнпа та кунта вĕсем пирки çырма та кирлĕ мар пек. Анчах та самодержави влаçĕпе православи чиркĕвĕ ик-виçĕ ĕмĕр хĕсĕрлесе тертлентерни чăваш историйĕнче хăйне евĕр йĕр хывса хăварнă. Çавăнпа та çакăн çинчен асăнмасăр иртсе кайма пултараймастпăр.
Православи тĕнĕ тунă çитĕнӳсем Кушлавăш уйĕнче те куçа курăнмаллах палăрнă. Унта 1899 çулта Вăрнар шывĕ çинчи сĕм вăрман çумĕнче пĕр вунă çул хушши вăрттăн çитĕннĕ пĕчĕк скитобительрен хĕрарăм монастырĕ туса хунă. Миссионерсем хистенипе çак монастыре уçма Кушлавăш хресченĕсем малтан хăйсен çĕренчен 16 теçеттин уйăрса панă. Каярахпа çак Александринский женский монастырь тенĕскерне патшалăх хысни юнашарти хырлă-чăрăшлă сĕмлĕхрен 25 теçеттин вăрман касса панă.
Александринский Кушлавăш монастырĕ уйрăм çынсем тăрăшсах пулăшнипе хăвăрт ӳссе вăйлăланчĕ: нумай çуртсем лартса тултарчĕ, ĕне, хур-кăвакал, чăх-чĕп фермисем туса лартнă, пысăк садсемпе культурлă çимĕç пахчисем ӳстерчĕ. Çурхи вăхăтра пысăк садсем çимĕç йывăççи чечекĕсемпе витĕнсе шап-шурă шуралса ларатчĕç, йĕри-таврана çĕр çырли чечекĕ шăрши сапатчĕ. Кĕркуннесем Вăрнар улăхĕнчи пахчара вăтам хуран пысăккĕш купăста пуçĕсем тӳнсе кайса выртатчĕç, çĕр улми, кишĕр, сухан ашкăрнă. Çав сад пахчисенчи чаплă çитĕнӳсене пурне те Етĕрне уссĕнчи Куракăш хĕрĕсем, ăста пахчаçăсем, туса тăраççĕ тетчĕç. Çынна илĕртмеллех илемлĕ пулнă монастырь пахчисемпе фермисем. Çавăнпах та пулĕ, ку монастыре таçти кĕтесри чăваш ялĕнчен те нумай çын çӳретчĕ. Инçетрен пынă çынсене монастырь выртса тăмалли хăна çуртне вырнаçтарса кваспа, йӳçĕтнĕ купăстапа пĕр укçасăр апатлантаратчĕ.
Кушлавăш монастырне хăвăрт пуйса кайма сăваплăх шыракан чăваш хресченĕсем нумай пулăшнă. Етĕрне уесĕнчи Элĕкпе Нурăс таврашĕнчи темиçе пуян чăваш, ача-пăчасăр ватă çынсем, хăйсен пĕтĕм пурлăхпе çак монастыре панă. Монастырь вара çак çынсен чунĕсене çăлассишĕн хăйсем вилсен те хĕрĕх çул хушши асăнса тăма сăмах панă.
Монастырьти манашкăсен йышĕ çĕр аллă çын патнелле çывхарнă. Вĕсенчен 80% чăваш хĕрарăмĕсем пулнă. Монастырь хуçалăхĕнчи йывăр ĕçсене туса тăраканĕсем пурте чăваш хĕрĕсем пулнă; пуçлăхĕсем — игуменья, казначейĕ тата чиркӳри ытти пур паллă ĕçлекенĕсем те Çĕрпӳ хулипе ытти çĕрти вырăс монастырĕнчен пырса тăнă. Пуçлăхĕсем чăваш хĕрĕсене хисеплеменнине кура тата чиркӳ кĕлли юррисенче чăваш чĕлхине хĕссе лартнине пула 1902 — 1904 çулсенче чăваш хĕрĕсем пăлхав пуçласа янă. Монастырь пуçлăхĕсем хăйсене пулăшма полицие чĕнсе илнĕ. Полици пулăшнипе пăлхава пуçарнă чăваш инокинисене монастырьтен хуса кăларнă. Вĕсем шалăпă панипе Кушлавăш монастырне Хусантан Арсений архиепископ килсе кайнă. Вăл пăлхав тăвакансене вăрçнă, анчах та монастырь пуçлăхĕсене те: чиркӳ кĕллисем кунта паянтан малалла çурри вырăсла, çурри чăвашла пулса пыччăр тесе хăварнă. Игуменья архиерея итленĕ пек пулнă, анчах чăвашла кĕлĕ йĕркисене хĕсессине малалла та чарса лартман. Çакăн хыççăн та Кушлавăш монастырĕнчи вырăссемпе чăваш манашкăсем хушшинчи вăрттăн кĕрешӳ пĕтмен, вăл совет влаçĕ пулса монастырьне хупса лартичченех пынă.
Кушлавăш монастырьне уçнă хыççăн кăшт каярахпа Мăн Сĕнтĕр çывăхĕнчи Карăшлăхра Александр Невский ятне панă арçын монастырьне туса хунă. Кунти монахсем хушшинче 80 — 90% чăваш пулнă. Тата каярахпа Кушлавăш монастырĕнчен кайнă чăваш монахиньăсем Улатăр районĕнчи Эйпеç вăрманĕнче çĕнĕ монастырь уçма хатĕрленнĕччĕ. Анчах та Октябрь революцийĕ пулнипе çак монастырьсен ĕмĕрĕсем нумая пымарĕç.
Çав вăхăтра чăвашран Шупашкарти, Хусанпа Сĕве таврашĕнчи тата Афонти монастырьсенче пурăнакансем те пулнă. Вĕсенчен хăш-пĕр тăн-пуçлăраххисем хăйсемех монастырьсенчен тухса тĕрĕс çул çине тăма пултарнă, ăс-тăнĕ çуккисен пуçĕсене совет влаçĕ уçăлтарчĕ.
IX. Экономикăри урлă-пирлĕхсем
Кушлавăш хресченĕсен XIX ĕмĕр вĕçĕнче çĕр кашни ят пуçне икĕ теçеттин çур ытларах çеç тивнĕ. (Çĕре арçын ячĕ тăрăх çеç валеçсе панă, хĕрарăмсем çĕр илме тивĕç пулман. Çемьере хĕрарăмсем çех пулсан вĕсем хăйсен ашшĕ çĕрĕпе кăна пурăннă.)
Ят çĕрне ĕлĕкхи чăвашла çĕр виçипе: ана (вĕрен), çур ана (çур пилĕк) тата чĕрĕк текен лаптăксемпе уйăрса панă. (Ана — çур теçеттина яхăн шутланнă.)
Теçеттин çĕртен тырă лайăх пулнă çул та ыраш 60 пăтран ытла тухман (сĕлĕ те çавахрахах тухнă). Кушлавăш хресченĕсем тулă акман. Пирĕн уйра тулă пулмасть тенĕ вĕсем.
Туçи вулăс правленин 1897 çулхи отчет хучĕсенче кăтартнă тăрăх, çав çулхине ыраш пăчĕ 50 пус, çăнăх 55 пус, сĕлĕ 47 пус, пăри кĕрпи 80 пус, çĕрулми пăчĕ 15 пус тăнă. Хăш-пĕр çулхине каярахри вăхăтсенче те, тĕслĕхрен, 1911 — 1913 çулхи кĕркуннесенче те ыраш пăчĕ 40 пус, сĕлĕ 35 пус çех тăнă.
Тара кĕрĕшсе ĕçлесси йӳнĕ пулнă. Çав 1897 çулхинех, вулăссем уес управленине панă отчетра кăтартнă тăрăх, ĕç хакĕсем çакăн пек пулнă. Пĕр теçеттин çĕр сухаласа панăшăн 4 тенкĕ, сӳреленĕшĕн 60 пус тӳленĕ; пĕр теçеттин тырă вырса панăшăн та 4 тенкĕ тӳленĕ. Кунăн кĕрĕшсе (иртен пуçласа каçчен) çурран ĕçленишĕн — вăй питти арçынна 40 — 45 пус, хĕрарăма 30 пус, лашапа ĕçленĕшĕн 50 — 60 пус тӳленĕ. Авăн çапнăшăн кунне: арçынна 40 пус, хĕрарăма 25 — 30 пус тӳленĕ.
Паллах, кусем пурте йӳнĕ пулнă. Ахаль те тата ялти пуянсем патĕнче кĕрĕшсе ĕçлемеллисем вĕсем çуллахи вăхăтсенче çех тупăннă. Çав вăхăтрах куланай тени чухăнсене хытах пусса пăркăчланă. Куланай виçĕ пайран тăнă: пĕрремĕш пайĕ, чи пысăкки, патшалăх хыснине, иккĕмĕш пайĕ — земствăна кайнă; виççĕмĕш пайĕ, вырăнти нушасем валли текенни, вулăс правленийĕ аллине юлнă. Кусене пурне те пĕрле, пĕр вăхăтрах, ят çĕрĕ тăрăх пуçтарнă. Земство куланайĕ уесри земски училищĕсемпе больницăсене тата служащисене тытса тăма кайнă; вырăнти нушасем валли текенни церковно-приходскипе грамота шкулĕсене тытма тата пысăк çулсемпе кĕперсене юсавлăн тытса тăрас ĕçе кайнă. 1880 — 90 çулсенче ят тăрăх тӳлемелли куланай малтан 3 тенкĕ те 80 пус, унтан 5 т. те 20 пус пулнă; 1905 — 1906 çулсенче вăл 7 т. 50 пуса çитнĕ. Юлашкинчен, 1907 — 08 çулсенче ăна 10-шар тенкĕ тӳленĕ. Кунсăр пуçне тата çулленех çурт-йĕр тăрăх страховка тӳлесе тăмалла пулнă.
Пур тӳлевсене те вăхăтра татса тăма чухăнсен час-часах пур пек тырри те, ĕçлесе тупнă укçи те çитмен. Татайман парăмсем пухăнни патшалăх умĕнче «недоимка» пулса тăнă. Ун пек «недоимкăсемшĕн» вулăсри пуçлăхсем чухăнсен выльăх-чĕрлĕхне, тӳшек-çытарĕсене «торги» туса сутса янă. Çĕршĕн патшалăха тӳлемелли куланая 1901 çултах пĕтермелле пулнă, анчах та ăна 1907 çулчченех пуçтарнă.
Кушлавăш çыннисем вырăнта ĕç тупăнсах кайман пулсан та çак ĕмĕр пуçланиччен ĕç шыраса инçетри çĕрсенех çӳремен. XX ĕмĕрĕн вуннăмĕш çулĕсенче кăна сайра хутран Атăл çине е чукун çул таврашне каякансем пулкаланă. Ку вăхăталла тата Йĕпреç, Кире, Вăрнар таврашĕсенче вăрман касас ĕçсем пуçланнă май кушлавăшсем çав таврара ĕçлеме тытăнаççĕ.
Иртнĕ ĕмĕрсенче укçа-тенкĕ пирки нумайăшĕ сунара кайма е кайăк хурт пылĕ пухса çӳреме юратнă пулсан XIX ĕмĕр вĕçнелле ку тупăшлу хытах каялла чакса тăнă. Мĕншĕн тесен вăрманти мамăк тĕклĕ тискер кайăксем сахалланнă, хаклă тирлĕ хăнтăр (бобер) текенни пачах курăнман. Ирĕклĕ пыл хурчĕсем те пĕтнĕ. Хурт-хăмăра халь ĕнтĕ чылайăшĕ харпăр килĕнчех каска (тунката) вĕллесенче ĕрчетме тăрăшнă е вăрман хĕрринчи уйланкăсенче утарсем туса лартнă. Анчах хурт-хăмăр ĕрчетсе тупăшласси те ансат ĕçех пулман. Пыл хуртне епле пăхмалли меслете лайăх пĕлсе çав йĕркесене тĕрĕс тытса тăни кирлĕ пулнă, унсăрăн ăна ĕрчетес ĕç ăнăçман. Çапах та XX ĕмĕр пуçланнă тĕле Ершипуçĕнче, Пысăк Упакассинче тата Хапăс тăрăхĕнчи ялсенче хурт-хăмăр усракансем чылай шутланнă. Тĕслĕхе илсен, 1897 çулта Ершипуç çынни Сергей Ивановăн 100 каска вĕлле, Степан Тарасовăн 44 вĕлле, Михаил Семеновăн 34 вĕлле пыл хурчĕ пулнă. Кунта пĕтĕм ялĕпе 18 çын 381 вĕлле тытнă; пурĕ пĕрле пыл, ăвăс (карас) сутса 700 тенкĕ тупăш илнĕ. Пысăк Упакассинче икĕ çын (Афанасий Никитинпа Иван Прохоров) 41 вĕллерен 180 тенкĕ илнĕ. Чиркӳллĕ Хапăсра 7 çын 53 вĕллерен 240 тенкĕ; Уннер Хапăсра 4 çын 87 вĕллерен 390 тенкĕ; Мăньял Хапăсра 11 çын 111 вĕллерен 490 тенкĕ илнĕ тата урăххисем те. Пылпа карас чылай пысăк тупăш панă. Кашни хурт-хăмăрлă вĕлле тупăшне 4 тенкĕ те 50 пус шутласа хунă (Туçи вулăс правленийĕ 1897 çулта уеса панă отчетран).
Вăрман çумĕнчи ялсенче виç-тăватă е тăват-пилĕк вĕлле таран тытакансем нумай пулнă, ун пек сахал вĕлле тытакансене шута илмен. Вунă вĕллерен ытла тытакансем те хăшĕ-пĕри вырăнти пуçлăхсене «чӳклесе» вĕлле шутне чакарса кăтартнă, çак майпа тупăш налогне сахалтарах тӳленĕ.
Ялсенче ал ăстаçăсем (ремесленниксем) сахал пулнă, вĕсен тупăшĕсем те питĕ пĕчĕк шутланнă. Паллах, кунта пур ал ăстаçăсем те çав налогран шикленнипех харпăр тупăшне пĕчĕклетсе кăтартни курăнать. Кашни пысăк ялта пĕрер тимĕрçĕ пулнă, вĕсен çулталăкри тупăшĕ 30-шар, 50-шар тенкĕ кăна шутланнă. Тир тăвакансем, кĕççепе кăçатă йăвалакансем вунă чăваш ялĕнче те пĕрер-икшер çын çех пулнă, вĕсен тупăшĕсем 30 — 40 тенкĕ таран кăна шутланнă. Шыв арманĕ тытакансем пурте ютран килнĕ çынсем, мещенсем пулнă, вĕсем те тупăша пысăк кăтартман.
XX ĕмĕрĕн вуннăмĕш çулĕсенче Йĕпреçпе Вăрнар вăрманĕсене промышленноçла капитал килсе кĕнĕ. Йĕпреçпе Кире станцийĕсем хушшинчи темиçе квартал вăрмана Мускаври лесопромышленниксен компанийĕ илсе кастарнă. Кунта виç-тăватă çĕрте хăма çуракан савăт лартнă. Лайăх хырпа чăрăш кĕрешĕсене çуртарса хăма тутарнă, шпал вартаттарнă. Ĕмĕрхи юмансене кастарса тюлькăсем, клепкăсем, брусоксем тутарнă. Вăрман таварĕсене ют патшалăха яни те нумай пулнă. Йĕпреçре, Шăхранта уçăлнă ют патшалăх вăрман промышленникĕсен агентствисем (Малар, Шевалье, Рандич, Милич тенисем) чăваш вăрманĕнче касса хатĕрленĕ юманпа хыр таварĕсене пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланичченех пуйăсĕ-пуйăсĕпе Францие, Австрие, Германие ăсатса тăчĕç. Вăрман ĕçлеме вырăнти хуçасене çав ют патшалăх агентствисем кивçенле укçа парса пулăшнă. Кушлавăш, Хапăс, Нурăс енчи çынсем çак вăрмансенче нумай ĕçлерĕç. Анчах та вăрманти рабочисем темĕнле тертленсе ĕçлесен те кунне 30 — 50 пусран ытла ӳкереймен. Ку укçаран 70 — 80 проценчĕ çимелли продуктсем илнĕ çĕре кайса пĕтнĕ.
XX ĕмĕр пуçламăшĕнче Кушлавăш çыннисемшĕн пулнă паллă ĕçсенчен тепри вăл Шăхранпа (Канашпа) Арзамас хушшинче чукун çул хывса тухни пулать. Ку çул тăршшĕ 257 километр шутланнă.
Мускавпа Хусан хушшинчи малтанхи чукун çула 1895 çулта туса пĕтернĕ. Анчах та ку çул икĕ пысăк хула хушшинче çӳрекен тӳрĕ çул пулман: вăл Мускавран тухса Рязань — Рузаевка — Улатăр хулисем урлă çавăрăнса килнĕ. Çакăн пирки Мускавран Хусана çӳреме тӳрĕрех çул тăвас ыйту тухса тăнă.
Çĕнĕ чукун çул тăвас ĕçе 1913 çулта пуçланă. Чукун çул линийĕ Шăхрантан Кушлавăш монастырьне çитиччен хир-уйсемпе, унтан вара Вăрнар вăрманне кĕрсе Сăр урлă каçичченех сĕм вăрманпа иртсе тухмалла пулнă.
Чукун çул тăвиччен кунти вăрманта ик-виç çĕршер çул ӳснĕ капмар юмансем, пĕлĕтелле кармашакан ватă чăрăшсем кашласа ларатчĕç. Чукун çул тунă чух лини тăрăх кăткă çулĕ çинчи пек халăх хĕвĕшрĕ. Ун чухне çĕре чавакан экскаваторсем, тĕрлĕрен машинăсем пулман. Пур ĕçе те ал вăйĕпе турĕç: çĕре тимĕр кĕреçесемпе чакаларĕç, тăпрана тачкăсемпе, кĕпер тумалли чула лавсемпе турттарчĕç, ватă йывăç тымарĕсене пуртăсемпе касса, лумсемпе хирсе кăкларĕç. Ĕçлекенсен ĕç хакĕ темле пикенсе ĕçлесен те кунне 50-шар, 70-шер пусран иртмерĕ. Тата ĕçленĕшĕн илмелли укçине те ыйттарса ывăнтарчĕç.
Чукун çул тутаракан фирмăн Вăрнар участкинчи кантурĕ Кушлавăш монастырĕнче вырнаçса тăратчĕ. Ĕç укçи кĕтсе ывăннă рабочисем тарăхса çитнипе пĕррехинче, 1914 çулхи август пуçламăшĕнче, фирма кантурне çĕмĕрсе тăкрĕç, кантурта ĕçлекен аслă техника хаяррăн калаçнă пирки хĕнесе пăрахма тăчĕç. Тухса тарнă çынна хыçран вутă пуленккисемпе пере-пере хăваларĕç. Турра пуç çапма пухăннă халăх умĕнче чукун çул тунă çĕрте ĕçлекен çынсен чăн-чăн пăлхавăрĕ пулса иртрĕ. Пăлханакан çынсене пĕр вырăсла начар калаçакан акăлчан евĕрлĕ хыткан инженерпа арăмĕ кăна тухса лăплантарчĕç. Вĕсем шавлакан, кĕрлекен халăх ушкăнне пĕр хăрамасăр кĕрсе кайса çынсене лăпланма тилмĕрчĕç. Шăхран станцине телефонпа пĕлтертĕмĕр: ĕçлекенсем выçă, ĕçлеме пăрахрĕç, укçа ыйтаççĕ терĕмĕр. Шăхрантан кĕçех хуçасем хăйсем çитмелле. Эсир вĕсемпе калаçăр терĕç çак вырăс мар инженерсем. Халăх тăвăлĕ лăпланчĕ. Тепĕр сехетрен чăн та автомобильпе икĕ самăр господин пырса çитрĕç те кашни рабочие мĕн чухлĕ тӳлемелли çинчен хут çырса пачĕç, укçине тата виçĕ кунтан тӳлерĕç.
Тĕнче вăрçи пуçланнă пирки çĕнĕ чукун çул туса пĕтересси вăраха кайрĕ. Ăна вăрçă вăхăтĕнчех аран пĕтеркелесе 1918 çулта кăна ĕçе ячĕç.
Граждан вăрçи хыççăн, совет влаçĕ саманинче, Вăрнар станцийĕ хăвăрт ӳсрĕ, сăрăлчĕ; йĕри-таврари вăрман çаралса уй пулса тăчĕ. Чăваш республики урлă иртекен çĕнĕ çул сыппинчи станцисемпе çур станциллĕ разъездсенче Вăрнар, Çарăклă, Пинер, Çĕмĕрле поселкисем пулса ларчĕç.
Çĕнĕ чукун çул халь ĕнтĕ Мускавран тухса Урал урлă аслă Çĕпĕрелле каякан магистраллĕ пысăк çулăн пĕр сыппи пулса тăчĕ.
X. Совет саманинче
Совет саманинчи аллă çул тăршшĕнче Кушлавăш уйĕн сăн-сăпачĕ тĕпренех улшăнчĕ. Ку уй таврашĕнче халь ĕлĕкхи сĕм вăрмансене курма çук. Аслă вăрман иккĕмĕш тĕнче вăрçи хыççăнхи пилĕк çуллăхсенче тăван çĕр-шывăн социализмла строительствине нумай миллион кубометр йывăç пачĕ.
Ялсен сăн-сăпачĕ те талккишĕпех улшăнчĕ. Вĕсенче авалхи хура пӳртсене аса илтерекен мĕскĕн çуртсем текех курăнмаççĕ. Урамĕсем тӳрĕ. Тикĕс урам кассисенче таса кантăклă пысăк чӳречесемпе çуталса лар-кан, хăмапа, тимĕрпе е черепицăпа витнĕ пӳртсем капăрланса лараççĕ.
Пӳрт ăш-чиккисене пурте таса тытма тăрăшаççĕ; пӳрт-çуртра е тумтирсем çинче ĕрчеме пултаракан паразитсене тӳсме пултараймаççĕ. Чăваш ял çынни ĕнтĕ, уйрăммăнах çамрăк ăру, ĕлĕкхи пек килте тĕртсе тунă катрашка пире кăмăлламасть. Пурте пекех хапрăк туса кăларнă пир-авăра хапăллать. Ĕмĕртенхи пушăт çăпати ваттисен урисенче çеç сырăнса çӳрет. Çамрăк халăх çулла пулсан атă, ботинка, туфли, хĕлле — кăçатă-чосăнкă тăхăнать. Ĕлĕк ялĕпе те курăнман калуш — халь пуриншĕн те кирлĕ япала.
Утмăл-çитмĕл çул ĕлĕк вилнĕ асатте-асаннесем чĕрĕлсе килсе курас пулсан, вĕсене çак çынсем сирĕн мăнукăрсем, ачăрсен ачисем пулаççĕ тесен вĕсем çакна нимĕнпе те ĕненес çук. «Ан суйăр! Пурнăç йĕрки пирĕнни мар, уй-хирĕ те урăх. Ялĕсем те, çыннисем те урăхла. Ку ют тĕнче. Эпир таçти ют çĕре йăнăшпа килсе лекнĕ иккен!» тесе калама çех пултармалла. Ăçтан пĕлччĕр вĕсем, епле ан тĕлĕнччĕр? Авалхи йăласем чăн та пĕтнĕ; пĕр-пĕринчен уйăракан чикĕсемпе йăрансем çухалнă. Уйсенче лашапа мекĕрленсе сухаланă ака-суха пуçĕсем вырăнне трактор кĕрлет, çурлапа çап-юççи вырăнне комбайн вырать, пучахсене çапса шĕкĕлчет... Пур ĕçре те машина çаврăнать. Пӳрт ăш-чиккине тĕтĕм кăларса тултарнă хăйă вырăнне электричество çутатать. Ял çыннисем пĕрлештернĕ пысăк эртеллĕ хуçалăхсемпе пурăнаççĕ. Ял район центрĕпе, хуласемпе çĕршер çухрăм таранах телефонпа калаçать. Кашни пысăк ялтах почта уйрăмĕ, библиотека, клуб. Ял çынни те хаçат илсе вулать. Чăн та пысăк улшăну пулса тăнă!
Кушлавăш уйĕнчи вун икĕ ялта ĕлĕк, совет самани пуçланиччен, пурĕ те ултă пĕчĕк пуçламăш шкул кăна пулнă пулсан, халĕ — сакăр пысăклатнă шкул. Вĕсенчен иккĕшĕ — вунă çул вĕренмелли, тăваттăшĕ — сакăршар çул вĕренмелли, иккĕшĕ çех пуçламăш шкулсем шутланаççĕ. Ку шкулсенче халь вĕрентекенсемпе вĕренекенсен йышĕ те питĕ пысăк. Ĕлĕк пĕтĕм шкулĕсене вĕренме çӳрекен ачасен мĕн пур йышĕ те çулсерен 200 ачаран иртмен пулсан, халь çав ялсенчех 1200 ача ытла вĕренет. Ĕлĕк ултă шкулта пурĕ те 7 учитель кăна вĕрентсе пурăннă, вĕсенчен аслă шкулта вĕренсе тухни пĕрре те пулман. Халĕ çак вун икĕ ялтах 90 учитель шутланать! Вĕсем хушшинче институтран вĕренсе тухнисем те пур.
Çамрăксем хушшинче çырăва пĕлменнисем çукпа пĕрех. Октябрь революцийĕ умĕн, аран вуламă-çырма пĕлекенсене шутласан та, хут пĕлекенсем çĕр çын хушшинчен 18 çын кăна тупăннă.
Кунта ĕлĕк пысăк шкултан вĕренсе тухни пĕр çын та пулман. Халĕ кашни ялтанах вĕренсе педагог, врач, агроном, инженер пулса тăнисем те чылай. Вĕсем аслă Совет Союзĕн тĕрлĕ облаçĕсенче ĕçлесе пурăнаççĕ.
Çапла, кушлавăшсем çутта тухас енĕпе те питĕ пысăк ӳсĕм туни курăнать. Калас пулать, çутăлăх тĕлĕшĕпе çакнашкал ӳсĕм тунисем халь ĕнтĕ вăл Кушлавăш ялĕсен кăна мар, ытти вырăнсенчи чăваш ялĕсенче те çаплах пулса пырать. Ку ӳсĕм вăл — совет влаçĕ пурне те панă ырлăхсемпе пулса тăнă историллĕ пысăк çитĕнӳ.
Халăх сывлăхне лайăхлатас тĕлĕшрен те, çутăлăх ĕçĕнчи пекех, тĕлĕнмелле паллă çитĕнӳсем пулни курăнать. Совет влаçĕччен Кушлавăш уйĕнчи ялсенче больницăсемпе медицина пункчĕсем пулман. Туçи вулăсĕн центрĕнче Уравăшра кăна вулăсри 30 — 35 ял валли пĕр 5 койкăллă пĕчĕк больница ĕçлекеленĕ. Халĕ кашни пысăкрах ялтах фельдшер пункчĕ пур. Район центрĕнче вăтăр çын выртмалăх больница, унта — çич-сакăр врач, фельдшерсем, медсестрасем.
Медицина вĕрентĕвне пурнăçа кĕртсе пынипе пирĕн халăх хăш-пĕр хăрушă чирсенчен пуçĕпех хăтăлчĕ. Ĕлĕк халăх сехрине хăпартнă «мур» текен чумапа холера чирĕсем халь ĕнтĕ манăçа юлаççĕ темелле. Çав холера эпидемийĕ ĕлĕк, 1823 çултан пуçласа 1926 çулччен, Российăра 50 хутчен пула-пула иртнĕ. Совет Союзĕпе юнашар Афганистан, Пакистан, Инди, Иран çĕрĕсенче ку чир вăхăтран вăхăта халĕ те сиксе тухса сарăлать (1966 çулта тухнă 2-мĕш №-лĕ «Здоровье» журналти Николаев профессор статйинчен). Çавăн пекех ĕлĕк ачасене çулса тăкнă чечче шатри те сирĕлчĕ, туберкулез та каялла чакса тăчĕ. Сульфамидсемие антибиотикăллă препаратсем (стрептоцид, пенициллин, биомицин тата ыт. те) тухнă хыççăк ĕлĕк хăрушла шутланнă ытти нумай сикекен-ерекен чирсем те (скарлатина, дифтерит, юнлă варвитти) парăнма тытăнчĕç. Ўпке шыççине те, малярие те тӳрлетме пулать. Чăн та, ку таранчченех ниепле препарат, нимĕнле эмел çĕнтереймен хăш-пĕр чирсем те пур-ха (грипп, рак, нервăна чĕре чирĕсем тата ыт. те), анчах та медицина науки ун пек чирсене те çитес вăхăтсенчех çĕнтерме пултарасса шанатпăр.
Çутăлăхпа медицина тĕлĕшĕнчен тунă çитĕнӳсене пула пирĕн халăх сывлăхĕ палăрмаллах çирĕпленчĕ. Нумай чирсем чакнипе е хăшне-пĕрне тĕпнииех пĕтернипе халăх йышĕ хăвăрт ӳссе хăпарать. Çакна лайăхрах кăтартса пама эпир Кушлавăш уйĕнчи икĕ пысăк яла — Пысăк Упакассипе Ершипуç ялĕсене кăна илĕпĕр.
1907 çулта Пысăк Упакассинче 1183 çын, Ершипуçĕнче 1186 çын пурăннă. Тепĕр вун пĕр çултан, 1918 çулта, Упакассинче 266 çемье, 1391 çын пулнă. Ершипуçĕнче те çавахрахах шутланнă. Тата тепĕр çирĕм икĕ çултан, 1940 çулта, Пысăк Унакассинче 330 çемье, 1980 çын шутланнă. Ершипуçĕнче ку шутран пĕр вун икĕ çын кăна каярах пулнă. Çапла акă эпир совет саманинчи çирĕм çул ытларах вăхăт хушшинчех çак ялсенчи халăх йышĕ уйрăммăнах хăвăрт ӳснине куратпăр. Ку ӳсĕм вăл ытти ялсенче те çаплах пулса пынă теме пулать. Кунта тата çакна та шута илмелле. 1920 — 1921 çулсенчи выçлăхра тата унтан каярахри çулсенче те çӳлте асăннă ялсенчен темиçешер çемье Çĕпĕре куçса кайнă; вăрçă çулĕсемпе выçлăх чух, хăш-пĕр çемьере ашшĕ-амăшĕсем вилнипе ачисем саланса пĕтни те пулнă. Вулăс архивĕпе чиркӳ метрикисенчи статистикăллă хутсене тишкерсе пăхсан тата акă мĕн паллă пулса тăрать. Иртнĕ ĕмĕрсенчи ял çыннисен йышĕсене вĕсенчи кил (çемье) хисепĕсем çине уйăрсан вăтам шутпа кашни çемье пуçне малтан 4-шар çын кăна лекет, XIX ĕмĕр вĕçнелли çулсенче 5-шер çын лекме тытăнать. Совет самани çулĕсенче ку хисеп татах та ӳссе çемьене 6 çын лекме пуçлать. (Ку хисеп вăл Отечественнăй вăрçă умĕнхи, 1940 çулхи ӳсĕм шайĕ тăрăх çапла шутланнă. Вăрçă вăхăтĕнче тата вăрçă хыççăнхиех çулсенче çак шай виçи чылаях чакнă пулмалла.)
Паллах, ĕлĕкхи вăхăтсенче те тĕрлĕрен çемье пулнă: вĕсен хушшинче çич-сакăршар, вуншар е ытларах çынлă пысăк çемьесем те пурăннă. Анчах та нумай ача-пăча вилсе пĕтнине пула пĕчĕк çемьеллĕ кил-çуртсем ĕлĕк ытларах шутланнă.
XVIII — XIX ĕмĕрсенче ял-йышсенчи кашни çĕр çын пуçне çуллен пĕрер, пĕрре çуршар çынна яхăн çех хушăнса пынă пулсан совет саманинчи çулсенче ку хушăну икшер-виçшер процент тарана та çитнĕ. Паллах, иртнĕ ĕмĕрсенче те çуралакан йышлă пулнă. Анчах та вĕсенчен нумайăшĕ вилсе пынипе ял çыннисен йышĕ пĕчĕккĕн çех хушăннă. Тăтăшах выçлăхсем, вăрçăсем тухса пынине пула халăх йышĕ юлашки çулсемчченех пĕр тикĕссĕн ӳсмен. Тапхăр-тапхăрĕпе вăл çителĕклĕ йышлăн хушăннă, вăхăчĕпе ерипен кăна, хăш-пĕр çулсенче каялла чакнисем те пулнă.
Совет саманинче Кушлавăш уйĕнче административлă улшăнусем те пулкаларĕç. 1927 çулта, уессемпе вулăссене пĕтерсе районсем тунă чух, Туçи (Тойси) вулăсне Вăрнар районне кĕртрĕç. Вăрнар поселки район центрĕ пулса тăчĕ.
Тăватă ял: Пысăк Упакасси, Пĕчĕк Упакасси, Шуркасси, Шепекеч Вăрнара çӳреме инçерех пулать тесе Йĕпреç районне куçрĕç. Ку ялсене ĕлĕк уес хулине, Етĕрнене, çӳреме сакăр вун çухрăм ытла шутланнă. Халь ĕнтĕ Вăрнар районне кĕнĕ ялĕсен те, Йĕпреçе куçнисен те район центрĕсем чи инçетре пулсан та, вун-вуникĕ çухрăмран ытла мар. Ĕлĕкхи уес çулĕпе танлаштарсан — çав тери çывăх ку, çулĕсем те пит ансат. Халь ĕнтĕ ытти пур районсенчи ялсемшĕн те район центрĕсем çакăн майлах çывăхра.
Кушлавăш ялĕсем икке уйрăлса икĕ района куçни вĕсен хушшинчи тăванла çыхăнăва нимĕн чухлĕ те улшăнтармасть. Мĕншĕн тесен ку çыхăну вăл иртнĕ ĕмĕрсенчи йывăр пурнăçпа хура кун-çулта пиçсе çирĕпленнĕ çыхăну.
Асăрхаттарусем
Çак очеркăн малтанхи вариантне (вăл «Кушлавăш уйĕпе унти ялсем» ятлă) С. В. Элкер 1961 çулхи июнь уйăхĕнче çырса пĕтернĕ пулнă. Халĕ çав ал çыру ЧĂТИ ăслăлăх архивĕнче упранать (V уйр., 204 упр. ед., 1225, 1233 инв. №№). Тулли вариантне çыравçă 1966 çулхи март уйăхĕнче вĕçленĕ (çавăнтах, 192 упр. ед.). Кунта çав ал çыруран илсе пичетленĕ.
Очерк малтанласа «Тăван Атăл» журналта кун çути курнă (1966, 6 №, 1967 1 №).
¹ Малтанхи вариантра автор «Хураçырма ăçтан тухнине пĕлместĕп» тесе çырать (çавăнтах, 204 упр. ед., 1225 инв. №. 11 с). Писатель версийĕ тĕрĕсех мар. 1859 çулхи перепиçрен çакă курăнать: Хураçырма ялне Пысăк Кушлавăшран 32 кил, Паçпак-Кушлавăшран (Чиркӳллĕ Кушлавăшран) 3 кил куçса никĕсленĕ иккен (Списки населенных мест российской империи. XIV. Казанская губерния. СПб., 1866. С. 192 — 193). Хураçырмара Паçпак йăхĕнчен тухнисене халĕ «Пиçпак таврашĕсем» теççĕ.
² Ял ятне вырăнне кура панă-тăр.
³ XVIII ĕмĕрте çак ял чăваш ялĕ пек шутланнă, унта 22 çын пурăннă.
⁴ Кунта авторăн Н.В.Никольский хыççăн тунă йăнăшĕ кайнă: чăннипе «Рожанский» пулмаллаччĕ. Халĕ эпир çак çынна чăвашсен паллă тĕпчевçи тесе йышăнатпăр. Пăхăр: Проблемы письменности и культуры: Материалы конференции, посвященной 250-летию со дня рождения чувашского ученого и просветителя Ермея Рожанского.— Чебоксары, 1992.
⁵ Очерк çапла вĕçленет: «Кушлавăш уйĕ Советлă Чăваш республикин уйрăлми пĕчĕк пайĕ, кĕтесĕ. Унти вун ик ял халăхĕ хуçалăхпа культура тĕлĕшĕнчен тунă çитĕнӳсем — вĕсем пĕтĕм республика тунă çитĕнӳсене кăтартаççĕ. Умра татах та çутăрах кун-çул, илемлĕ малашлăх — коммунизм курăнать. Кушлавăшсем, пĕтĕм республика халăхĕпе пĕрле тăрса çав çутă кун-çула часрах курассишĕн пĕтĕм вăя хурса кĕрешĕç».