(Чăн пулни)
Ак шаккарĕç алăкран —
Умра тăрать пĕр чикан:
«Ыр çын пулса, пулăшсам,
Мĕн те пулин эс парсам».
Патăм çĕрулми, укçа —
Ярап терĕ юмăçа.
Ыйтрĕ мăшăрăн ятне,
Миçе ача иккенне.
Виç хут сăхсăхма хушрĕ:
«Манран эс ан кул, — терĕ, —
Пăхнăшăн ним кирлĕ мар,
Йĕппе çип çеç мана пар».
Темшĕн эпĕ итлерĕм,
Хамран-хамах тĕлĕнтĕм:
Йĕп мыскарийĕ çинчен
Илтнĕччĕ тантăшсенчен.
«Ĕненетĕн-и мана?
Ан ултала ман чуна».
«Çук, паллах», — тетĕп ăна.
«Эс пытар-ха куллуна.
Шан мана, калап чăнне,
Ак, тупăк тухассине.
Çывăх çыннăвах пăснă,
Саншăн чиркĕве кайнă.
Виççĕр тенкĕ шеллемен,
Çук, укçа вăл хĕрхенмен.
Эс мана мĕн чуль паран,
Кĕлĕ тумашкăн кайран.
Мана укçи кирлĕ мар,
Эс ху сывлăхушăн пар.
Параймасассăн виççĕр,
Çурри те эппин çиттĕр».
«Çĕр аллă та, виççĕр те
Çук ман укçа, пĕрре те».
«Пăх-ха, пăх-ха йĕппӳне
Хурана çаврăннине!
Сан вилесех килет-и,
Кунтан тупăк тухтăр-и?
Саншăн виççĕр шеллемен,
Эсĕ — çуррине шеллен».
«Çук ман укçа, терĕм-çке,
Пăхма тилмĕрмерĕм-çке», —
Парас терĕм йĕппĕме,
Хура тĕслĕ вилĕме.
«Çук ĕнтĕ, юлтăр санрах,
Вилĕм пултăр çумăнтах», —
Сиввĕн пăхса куçăмран,
Хăратать мана чикан.
Ах, епле вăл чеескер,
Сисрĕ кăмăла çакскер:
«Юрĕ ĕнтĕ, япала —
Мĕн те пулин, пар алла».
Эп юмăçа парăнтăм,
Çĕн халат илсе тухрăм.
Супăнь ыйтрĕ те — патăм,
Урăх ыйтмасса шантăм.
«Кăмăлтан паратăн-и?
Шел те мар-и, ку чăн-и? —
Тесе мĕн-тĕр вуларĕ,
Темĕн вăл пăшăлтатрĕ. —
Çук, çитмест, кирлех укçа,
Мĕн чуль паран юмăçа?
Чиркĕве ман каймаллах,
Кĕлĕ вĕт вуламаллах».
Аллăмри йĕп нӳрленчĕ,
Куçăма куççуль тулчĕ,
Чĕрем ыратса сурчĕ,
Чикан майри пăлханчĕ.
«Тавах, — терĕм, — пăхнăшăн,
Сире ыр çул сунасшăн,
Пĕлтĕр те ыр кăмăла —
Çыпçăнтăр сăмалалла.
Ан çилленĕрччĕ мана,
Йывăр ан илĕр чуна», —
Алне тыттартăм йĕппе,
Киле чупрăм сиккипе.
Улталассине пĕлсех,
Çаклантăм ун вăлтинех.
Чикан мăшкăлĕ пултăм,
Çапах чĕмсĕр хăвартăм.
Чĕмпĕр хули.