1
Пĕрремĕш тĕнче вăрçин виççĕмĕш çулĕнче эпĕ фронтра йывăр суранлантăм. Госпитальте сулахай урана чĕркуççирен аяларах татса сыватнă хыççăн мана киле ямалла турĕç. Çав вăхăтра энĕ çирĕм икĕ çулхи çамрăк кăначчĕ-ха, çавăнпа малтан ытла кулянма та пĕлмерĕм. Килте атте-анне пур, йăмăк тата икĕ инке пур,— пăрахмĕç-ха, пăхкалĕç, тесе шухăшларăм: пиччесем ку вăхăтра çартаччĕ.
Тăван килте мана чăнах та хавассăн кĕтсе илчĕç, аван пăхрĕç. Аттепе анне ывăлĕ мĕнле сусăрланнине курсан малтан чăн та хытă кулянчĕç, пăшăрханчĕç. Каярахпа вара лăпланнă пек пулса хуйхăрнине питех палăртмарĕç.
Килте те эпĕ салхуланмах пĕлмерĕм-ха. Пурăна киле акă ура валли протез туса парĕç те чиперех çӳреме пуçлăп тесе шухăшларăм. Пăшăрханмалли те пĕр сăлтав çеç пулчĕ. Ку сăлтав — салтака кайиччен хампа туслă пурăннă хĕр, Анюк, хăй сăмахне тытманни пулчĕ. Вăл эп йывăр суранланнă тенине илтсенех урăх çынпа — вăрçăран пĕр шĕвĕр пӳрнине кăна татса таврăннă йĕкĕтпе — туслашнă та васкасах качча тухнă. Анюк пăрахни мана хытах кӳрентерчĕ. Анчах халь ĕнтĕ ăна энĕ хам та часрах манма тăрăшрăм. Тата хам инвалид пулни те мана хĕрсем çинчен сахалрах шухăшлама хушрĕ.
Пӳртре те, кил хушшинче те ларса йăлăхсан костыльсем çине уртăнса пахча çимĕçĕсемпе ешерекени анкартине тухаттăм. Унта купăстапа çĕр улми çеçкисем çинче вĕлтĕртетсе вĕçекен сарă лĕнĕшсем çине пăхса йăпанаттăм, сарай хыçĕнчи пĕчĕк йывăç пахчине кĕрсе пилешпе çĕмĕрт тĕмĕсем хушшине лараттăм та шухăша каяттăм. Шухăшсем ман нумайччĕ. Çеремри чечексем çинче сĕрлесе вĕçекен тĕкĕл турасем пикенсе ĕçленине сăнаса ларнă хушăрах фронтри пиччесемпе çывăх тус-юлташсене аса илеттĕм. Чĕрĕ-ши, сывă-ши вĕсем çак сехетре? Тĕрĕс юлайĕç-ши ку вĕçĕ-хĕрри курăнман вăрçăран?
Киле таврăннăранпа пĕр уйăх иртсе кайрĕ. Ял çыннисем утă çулма тухрĕç. Пирĕн килтисем те пурте çарана каяççĕ. Хирти ĕçсем пуçланиччен ман пата час-часах кӳршĕ çыннисем пырса ларатчĕç. Халь вара кăнтăрла никам та пымасть. Мана, пĕчченрен пуль, тӳсме çук кичем пула пуçларĕ. Çитменнине тата, суранлă ура шыçса кайрĕ, ыратса канăç пами пулчĕ.
Пĕррехинче каçпала, хамăр кил умĕнче ларнă чух, манăн утă çулса таврăнакан Анюка курма тӳр килчĕ. Вĕсем упăшкипе пĕрле ешĕклĕ урапа çине иккĕшĕ ик енне пăхса ларнă та лашине ерипен уттарса лараççĕ. Пуçне шурă тутăр çыхнă, шурă кĕпе тăхăннă чăмăр питлĕ Анюк, пирĕн кил енчи урам кассинелле пăхса лараканскер, малтан пĕр хускалми пыратчĕ. Патарах çывхарсан хайхи мана асăрхарĕ те хăвăрт хусканкаласа илчĕ: пĕрре малалла, тепре каялла пăханçи пулчĕ, унтан упăшки аллинчи тилхепене туртса илчĕ те лашине хыттăн турткаларĕ. Лаши хăвăрт юртса кайрĕ. Пирĕн умпа иртнĕ чух, ним асăрхаман пекех, Анюк ман çине кăшт та пăхмарĕ. Чылай кайсассăн тин, каçхи ĕнтрĕкре ун шурă кĕпи те тĕксĕммĕн курăнма пуçласан вăл каялла çаврăнса пăхнă пек туйăнчĕ...
Манăн кăмăл хуçăлчĕ...
Пулаççĕ иккен çĕр çинче тупа туса панă сăмахне те тытман çынсем! Хăй мана темиçе хут та: ĕмĕр манмăп тесе сăмах панăччĕ. Пуçу çеç таврăнтăр, кирек мĕпле аманса килсен те эпĕ сана пăрахас çук, ĕмĕр пĕрле пурнăпăр тенĕччĕ. Халĕ вара мĕнле?! Эпĕ йывăр аманнă тенине пĕлсенех вăрçăран хăтăласшăн пӳрнине кăна татса таврăннă йĕкĕте курнă та васкасах ăна качча сиксе тухнă! Иртсе кайнă чух упăшки сисмен хушăра та пулин аллипе сĕлтсе йăл куласчĕ хуть! Эпĕ çапах та кăмăллă юлнă пулăттăм...
Анчах çав вăхăтрах тата пуçра тепĕр шухăш та тĕвĕленет. Чăнах та, мĕншĕн çаплах кĕвĕçетĕп-ха эпĕ?
Анюк, тен, тĕрĕс те турĕ пулĕ... Кама кирлĕ, мĕне юрăхлă çын ĕнтĕ эпĕ халь? Кам качча тухтăр мана? Сывă хĕре илсе ăна нушана чикмелле-и? Çук, тĕрĕс мар ку! Хам тĕрĕс мар шухăшлатăп эпĕ. Мана тек нимле хĕр те юратас çук, хам та вĕсем çине пăхма тивĕçлĕ мар. Малашне манăн юрату çинчен калаçма та, шухăшлама та пăрахмалла...
Çакăн хыççăн эпĕ чăнах та хĕрсемпе юрату çинчен калаçма хăяймарăм. Кам пĕлет, тен, нумай та пурăнаймăп. Хамăн кĕске ĕмĕре хусаххăн, пĕр-пĕччен çеç ирттермелле пулать тесе çех шухăшларăм... Çĕнĕрен уçăлнă суран хытăран хытă ыратма пуçларĕ, сывлăх начарлансах пычĕ, çакна кура манăн кăмăлăм та кунран-кун салхуланчĕ, пĕтĕм пурнăçăма йывăр сӳрĕклĕх тытса илчĕ. Салхулăхпа сӳрĕклĕх пуснă май çынпа та калаçас килми пулчĕ.
Эпĕ хама больницăна илсе кайма ыйтрăм. Атте килĕшрĕ.
Çывăхри больницăра врач та çук, выртмалли вырăн та пулмарĕ. Çакăн пирки хамăртан çирĕм пилĕк çухрăмри Нурăс больницине кайса выртмалла пулчĕ.
Нурăс — пирĕннипе юнашар вулăсăн центрĕ, пасарлă пысăк сала. Кунта уездри влаçăн çывăхри тăватă вулăсне пăхса тăракан виççĕмĕш стан чиновникĕсем пурăнаççĕ. Çавăнпа больници те пысăкрах,— унта пĕр врач, икĕ фельдшер ĕçлеççĕ.
Врач, вăтам çулалла çитнĕ ăшă кăмăллă та самăр хĕрарăм, суранăма пăхсан:
— Больницăна хурас пулать, пĕр-икĕ уйăхах выртма тивет,— терĕ.
Вăл каланипе эпĕ пĕр сăмахсăрах килĕшрĕм.
2
Нурăс больници, пĕр вун-вун икĕ çул ĕлĕкрех уçнăскер, чылаях кивелнĕ лутра йывăç çурта вырнаçнă. Унта пурĕ те икĕ палата тата чирлисене пăхмалли тепĕр хĕсĕк пӳлĕмпе кирлĕ хатĕр-хĕтĕре хурса усрамалли чăлан пекскер çех. Больница хыçĕнче — çăра çулçăллă йывăç пахчи. Унта çăка, тирек, пилеш, çĕмĕрт, шĕшкĕ тĕмĕсем. Тикĕс сукмак хĕррисемпе акаци хунавĕсем лараççĕ. Йывăç пахчипе юнашар — апат пĕçерекен кухня çурчĕ, урам кассинче — фельдшерсемпе сацитарсем пурăнмалли икĕ пӳрт. Чылай аякра, пасар пухăнакан урам уçлăхĕн кĕтессинче, врач пурăнакан тăваткал тăрăллă йывăç çурт ларать.
Больницăри палатăсенчен пĕринче арçынсем, тепринче, пĕчĕкреххинче, хĕрарăмсем выртаççĕ. Вĕсенче пурĕ вун пилĕк койка. Арçынсен палатинче мансăр пуçне тата икĕ чăваш, икĕ нимĕç, пĕр мадьяр выртаççĕ, икĕ койки пушах. Нимĕçсемпе мадьярĕ Германипе Австрин тыткăна лекнĕ салтакĕсем иккен. Вĕсем вăрман ĕçленĕ чух чирлесе ӳкнĕ-мĕн.
Хуласенчен инçетре, улах кĕтесре ларакан салари пурнăç, паллах, çав тери лăпкăччĕ ĕнтĕ. Уй ĕçĕсем нуçланнипе ку лăпкăлăх пушшех те сисĕнетчĕ. Салари пĕр шăв-шавсăр пурнăç пире, чирлĕ çынсене, пĕтĕм тĕнче ыйха кайнă пекех туйăнтаратчĕ. Салинче эрнере пĕрре, вырсарни кун, пасар пулса иртет. Анчах та халь вăрçă вăхăчĕ пирки тата уйри ĕçсем пуçланнине пула, пасарĕсем те сисĕнми, шăппăн пуçтарăнса иртеççĕ, вĕсене çын пит те сахал пухăнать.
Больницине таса тытаççĕ. Çимелли тĕлĕшĕнчен те аптрамаллах мар-ха. Анчах таврари шăплăха пула манăн килте пуснă кичемлĕх иртсе каймарĕ. Вăхăта ирттерме хаçат-кĕнеке вулас килет. Анчах больница çумĕнче библиотека пекки çук. Юрать-ха пĕр чăваш фельдшерĕн хăйĕн кĕнекисем пулнă та, эпĕ ыйтнипе вăл мана вĕсене илсе пырса паркалатчĕ.
Малтанхи виç-тăватă кун маншăн, килти пекех, чĕрене пăвакан йывăр туйăмпа шуса иртрĕ. Пуçри салхуллă шухăшсем хăçан та пулин е мĕнле те пулин сирĕлсе каясса эпĕ пĕлме те пултарайманччĕ. Анчах пурнăçăм пĕр кĕтмен çĕртенех хăвăрт улшăнчĕ. Лăпкă та кичем больница палатисенче, çурхи хĕвел шевли кĕрсе вылянă евĕр, чĕрене сиплĕхлĕ пурнăç çути кĕрсе вăй-хала çĕклесе ячĕ. Ку улшăну çакăн пек килсе тухрĕ.
Июль пуçламăшĕнчи пĕр уçă çанталăклă ир. Палатăра кĕç-вĕç врач пырса кĕрессе кĕтсе выртатпăр. Çак самантра алăк шăппăн уçăлчĕ те — çăмăл çил хумĕ пек вăркăшса пӳлĕме шап-шур халат тăхăннă çамрăк санитарка кĕрсе тăчĕ. Вăл тин çеç ӳссе çитĕннĕ çинçешке те йăрăс пӳллĕ хĕр, çийĕнчи тумĕ пекех шурă, таса сăнлăскер, алăкран кĕрсенех пуç тайса сывлăх сунчĕ.
— Ой, Лена çитрĕ! Лена!..— хавассăн кăшкăрса ячĕç палатăри çынсем.
Нимĕçсенчен пĕри, Виллем Шульц, тĕрлĕрен мыскара тума юратаканскер, санитарка патне чупса пычĕ те ăна аллинчен тытса чуп тума та ĕлкĕрчĕ. Санитарка аллине нимĕçрен туртса илсе ăна, хăйне ыталама пуçланăскерне, çăмăллăн тĕксе ячĕ. Нимĕç шӳтлесе, юриех кăлтăрмач пек çаврăнса пĕр кĕтесселле чупса кайрĕ. Палатăри çынсем пурте кулса ячĕç.
Ăшшăн йăлкăшса кулакан сенкер кăвак куçлă хĕр палата варринелле иртсе тăчĕ, унталла-кунталла пăхкаларĕ, унтан мана тĕллесе илчĕ те хуллен кăна:
— Çĕнĕ çынсем те пур-çке кунта! — тесе хучĕ.
— Пур-ха, пур,— терĕм те эпĕ алăри кĕнекене çумри тумбочка çине хутăм. Илемлĕ хĕрĕн таса сăн-пичĕпе йăрăс пĕвĕ çине ытараймасăр пăхнă май кăмăлăм çĕкленсе кайрĕ, чĕрем йăвинчен вĕçсе тухма тытăннă кайăк евĕр тăпăртатрĕ. Анчах та ăна мĕн те пулин калама урăх сăмах тупаймарăм-ха.
Хĕр манăн бинтпа чĕркенĕ татăк урана тата койка айĕнче костыль вĕçĕсене курчĕ те пăртак шухăшласа тăнă хыççăн:
— Вăрçăра аманнă пулĕ ĕнтĕ?.. Ыратать-и? — тесе ыйтрĕ.
— Çавăн пек çав. Ыраткалать, — хушса хутăм эпĕ ун çинеллех пăхса выртса.
Санитарка, эпĕ тинкерсе пăхнинчен именсе пулас хăйне чĕннĕ çынсем еннелле çаврăнчĕ те вĕсемпе калаçма пуçларĕ.
— Хăçан килтĕн вара, хĕрĕм?.. Эпир кунта сансăр йăлтах тунсăхласа çитрĕмĕр ара! — терĕ ăна чирлисенчен пĕри, ватăрах чăваш.
Хĕр ĕнер каçхине тин çитни çинчен каласа пачĕ. Вăл чăвашла аван калаçать, анчах унăн çемçен тухакан сăмахĕсенче çапах та вырăс чĕлхи акценчĕ пурри палăрать. Санитаркăпа кашниех пĕр-икĕ сăмах та пулин калаçса илме тăрăшать. Эпĕ вара ун çинчен куçăма та илейместĕп. Чăнах та ытарайми илемлĕ хĕр вăл: кăшт тăрăхларах пит-куçлă та тӳрĕ сăмсаллă, яштак хăва хулли евĕр çинçе пӳллĕ; çăт çыхса янă çӳхе шурă тутăрĕ айĕнчен унăн ука пек çутă сарă çӳç пайăркисем тухса тăраççĕ... Илемлĕ хĕрсене эпĕ госпитальсенчи сестрасемпе санитаркăсем хушшинче чылаях куркаланă. Анчах хуласенчи хитре хĕрсем нумайăшĕ хăйсене мăн кăмăллăн тыткалаççĕ. Хăшĕсем тата çăмăлттай та вылянчăк ăслăччĕ е ачаш кăмăллăччĕ — ун пеккисем мана килĕшмеççĕ.
Ку санитарка, лăпкă кĕтесри чăваш хушшинче ӳснĕскер, пĕрре тĕл пулсанах хăйĕн сăпайлăхĕпе тыткăна илчĕ. Вăл хăйне кăшт именчĕкреххĕн тыткалать, анчах пуринпе те уçă кăмăлпа, ăшшăн калаçать. Ку ĕнтĕ вăл никама та кӳрентересшĕн марринчен килет пулмалла — чирлисене пăхакан санитаркăн çавăн пек пулма кирлĕ те. Лена хуласенчи буржуа е мещен хĕрарăмĕсен йăлисене йышăнса пăсăлман-ха. Ку хĕр хресчен хушшинче ӳссе йывăр ĕçсемпе те, нушапа та паллашса çитнĕ пулмалла. Çапла шухăшларăм эпĕ çамрăк санитарка палатăри чирлĕ çынсемпе йĕркеллĕн калаçнине итлесе выртнă вăхăтра.
— Эсир кунта ĕçлетĕр пулмалла? Ăçта кайса килтĕр-ха апла? — ыйтрăм эпĕ вăл тепĕр хут ман енне çаврăнсан.
— Кунта ĕçлетĕп... санитарка. Курма тесе пилĕк кунлăха киле кайнăччĕ те... Пилĕк кун мĕнех вăл?! Часах иртсе кайрĕ. Ĕнер атте леçсе хăварчĕ. Çĕрле пулсан тин çитрĕмĕр,— каласа пачĕ хĕр ман койка пуçне пырса тăрса.
Пирĕн хушăра лăпкă калаçу пулса иртрĕ. Эпир пĕр-пĕринчен хамăр ăçтисем иккенне ыйтса пĕлтĕмĕр. Лена Нурăсран çирĕм çухрăмра ларакан тепĕр вӳлăс центрĕнчен иккен. Чăваш хушшинчи вырăс хĕрĕ, вăл чăвашла лайăх вĕренсе ӳснĕ.
Ансăр коридорăн тепĕр енчи хĕрарăм палатинчен врачпа фельдшер калаçни илтĕнчĕ. Лена ура вĕççĕн утса унталла тухса кайрĕ. Эпĕ хамăн улăм тӳшекпе утияла лайăхрах тирпейлесе хутăм та кравать хĕррине лартăм.
«Илемлĕ хĕр... Калаçасса епле сăпай калаçать тата!» — шухăшларăм эпĕ врач пырасса кĕтсе ларнă май.
... Çак кунран пуçласа манăн çамрăк санитаркăпа пĕрмаях курнăçмалла пулчĕ. Вăл ирпе те, кăнтăрлапа та, каçпала та тĕрлĕрен ĕçпе текех палатăсене пыра-пыра каять. Кашни пымассерен манпа пĕр-ик сăмах та пулин калаçса илет: ара, больницăра выртакансем хушшинче эпĕ пуринчен те çамрăкраххи-çке-ха!
Пурăна киле ĕçрен пушаннă вăхăтсенче Лена ятарласах ман пата калаçса ларма та пыма пуçларĕ. Эпир хăюллăрах та нумайрах калаçма тытăнтăмăр. Анчах темĕнле вылятса, кулса калаçсан та, палатăри çынсем умĕнчех юрату çинчен калаçма хăяймастăмăр-ха. Эпĕ ăна пуринчен ытла фронтри пурнăç çинчен, хам мĕнле суранланни тата тĕрлĕрен госпитальсенчи пурнăç йĕркисем çинчен кала-кала патăм. Вăл çак хушăрах манăн килти пурнăç çинчен тата юратнă хĕрсем пулни-пулманни çинчен те тĕпчесе пĕлчĕ. Ăна уйрăмах эпĕ Анюк çинчен, унпа ĕмĕр пĕрле пурăнма сăмах татни тата вăл эпĕ йывăр сусăрланнине пĕлсен мана пăрахса урăххине качча кайни çинчен каласа пани хытă тĕлĕнтерчĕ.
— Ай пулаççĕ те çав ултав чĕреллĕ, хăйсен сăмахне тытма пултарайман хĕрсем! Каччи вăрçăра çунать, йывăр суранпа асапланать, а вăл ăна хĕрхенес, унăн чунне лăплантарас, асапне çăмăллатас вырăнне хăй панă сăмахне манать те урăх каччăпа пурăнма тытăнать! — терĕ вăл.
— Çавăн пек çав хăш-пĕр хĕрсем, Лена. Аманса сывă çын ретĕнчен тухнă каччăсене юратмаççĕ те, хĕрхенмеççĕ те... Ну, ун пек чух пурте çавнашкалах писеççĕ пулĕ вĕсем,— тесе хутăм эпĕ вăл мана хĕрхенсе пăшăрханнине хирĕç.
Лена аллине сулчĕ.
— Ах, апла ан шутлăрах эсир! Пурте ун пек мар, ун пек пулас çуках. Хĕрарăмсем хушшинче таса кăмăллă тӳрĕ çынсем сахал мар,— тавăрчĕ вăл мана сасартăк кӳреннĕ пек пулса...
— Чим-ха, Лена. Тĕрĕссипе калăр: эсир хăвăр çав Анюк пек пулмăттăр-и вара? — терĕм эпĕ ăна пӳлсех.
Лена сăн-питне хытарса пуçне сулкаласа илчĕ те хуллен кăна:
— Çук, килĕшмест ку... Тĕрĕссипе каласан, эпĕ халь çамрăк-ха. Пурнăçа сахал пĕлетĕп, тата юратса та курман темелле. Çапах та хам пĕрре панă сăмаха улăштарсаçынна улталассăн туйăнмасть мана... Эпĕ нуша-инкек тӳсекенсене, уйрăмах вăрçăра аманнă çынсене, хĕрхенетĕп,— тесе хучĕ...
3
Эрне ытларах выртнă хыççăн ман урари шыçă чакрĕ. Анчах та суран тӳрленмерĕ-ха. Врачпа фельдшерсем аван пăхрĕç: сурана куллен çурĕç, тасатрĕç, пур пек эмелĕпе сиплерĕç: Лена ăна тăрăшсах бинтсемпе тирпейлĕн çыха-çыха ячĕ. Шыçă иртнĕ хыççăн врач мана утса çӳреме те ирĕк пачĕ.
— Эх, вăрçă, вăрçă! Мĕн чухлĕ вăй питти арçын вăхăтсăр пĕтет!.. Пирĕнне те ик пиччене илсе кайрĕç. Пĕри, асли, ним хыпарсăр çухалчĕ. Çыру яманни çулталăк çитет ĕнтĕ. Тепри çыркалать те, анчах темле хăтăлкаласа таврăнĕ, паллă мар. Атте-анне текех вĕсемшĕн кулянать,— каласа парать мана Лена сурана çыхнă чух.
Ăшă кунсенче эпĕ уçă сывлăшпа сывлас тесе (тата Ленăпа тĕл пулас сăлтавпа та) тăтăшах йывăç пахчине тухса ларма пуçларăм. Унта хăйăр сапса якатнă сукмак хĕрринчи тенкел çине вырнаçатăп та фельдшертан илнĕ кĕнекесене вулатăп. Пахча таврашĕнче автансем шарлаттарса авăтаççĕ, чĕкеçсем, çерçисем чĕвĕлтетеççĕ. Лена пырса çитсен манăн кăмăл уçăлсах каять, вара кĕнекене тенкел çине хуратăп та вулассине те йăлтах манатăп. Темиçе кун хушшинчех эпĕ çак сăпайлă санитаркăна çав тери хăнăхса çитрĕм. Ăна ман пĕр вĕçĕмсĕр курас килекен пулчĕ, чĕрем ун еннеллех туртăна пуçларĕ. Çакăнпа пĕрлех шăм-шакка та темĕнле чĕрĕ вăй кĕнĕ пек туйăнчĕ, салхулăхпа кичемлĕх сирĕлчĕç. Эпĕ çынсемпе те хавассăн калаçма тытăнтăм,— ăна хампа пĕрле выртакансем те асăрхарĕç.
«Чăннипех юратса пăрахрăм-ши вара ку хĕре? Унăн сăнĕ асран пĕрре те тухмасть-çке! Мĕнле ку ытла та хăвăрт пулчĕ-ха капла?» — шухăшлама пуçларăм эпĕ хам улшăннинчен хам тĕлĕнсе.
Анчах кĕçех тата пуçа урăхла шухăш та кĕрсе пăл-хатать.
«Эпĕ юратăп та, вăл хăй юратас çук çав. Кама юрăхлă çын ĕнтĕ эпĕ çак касса-çуркаласа пĕтернĕ урапа? Хĕрсем юратма тивĕçлĕ каччă мар! Калаçса ларни те ахалех, вăхăта йăпанса ирттерни çеç»,— тесе шухăшлатăп.
Çакăн пек кичем шухăшсем хыççăн каллех тепĕр майлă ĕмĕт тухса чун-чĕрене пусарать: «Ах, чим-ха... Мĕн пирки вăл хăй те манпа лайăх, ăшă кăмăлпах калаçать-ха тата? Калаçать çеç мар, тăтăшах манпа тĕл пулма та тăрăшать. Вĕçĕмсĕр калаçса ларма та килĕшнĕ нулĕччĕ, анчах ĕçĕсем васкатнипе çеç уйрăлса каять... Мĕншĕн ку? Тен, ялсенче сывă çамрăксем çуккипе пулĕ? Каччăсене пурне те тенĕ пекех çара илнĕ, вĕсем фронтсенче çапăçаççĕ. Яла ман пек чăлах-уксахсем кăна таврăнкалаççĕ. Тен, вăл ирĕксĕртен çеç манпа калаçкаласа йăнатать хăйĕн çамрăк хĕр чунне?» — тесе пĕр вăхăтрах темĕн тĕрлĕ иккĕленетĕп те, лăпланатăп та.
Шăрăх кунсенче йывăç пахчинчи çăра çулçăллă шĕшкĕ тĕмĕсем хӳттинче тĕл пулса эпир унпа кун каçиччен виç-тăватă хутчен те калаçатпăр. Эрне хушшинчех пĕр-пĕрин пурнăçне пĕлсе çитрĕмĕр. Ленăна ашшĕ ячĕпех чĕнсе каласан Елена Яковлевна теççĕ.
Лена больницăра хĕрарăм врача — Нина Петровна Любимовăна — чĕререн хисеплет, юратать. Лешĕ вĕсен салинчи пуп çемйинчен тухнă çын иккен. Ленăсем çав пуп çемйинчен инçе те мар пурăннă. Унăн ашшĕ ăста столяр пулнă. Тӳрĕлĕхшĕн тата ĕçченлĕхшĕн ăна пурте хисепленĕ. Çак врач та, тăван ялĕнчи ватă амăшĕ патне тăтăшах пырса çӳрекенскер, Лена ашшĕне лайăх пĕлнĕ, ăна хисепленĕ. Больницăра мĕнле те пулин пысăкрах япала тутармалла е юсаттармалла пулсан вăл яланах çак столяра чĕнсе илнĕ. Ашшĕне хисепленĕ май, врач унăн хĕрне те юратнă. Хăйсен салинчи земски училищĕрен вĕренсе тухсан çак врач пулăшнипех Лена уезд хулинчи прогимназие кĕрсе виçĕ çул вĕреннĕ. Анчах вăрçă сиксе тухнă та, пурнăç йывăрланнипе унăн малалла вĕренме май килмен — ăна пулăшса тăма ашшĕ вăй çитереймен. Врач та хăйĕн ачисем пур пирки çак йывăр вăхăтра çын ачине текех пулăшма пултарайман. Вăрçăпа япăхнă пурнăçра Лена малалла вĕренесси çинчен хытах иккĕленме пуçланă. Çакна пула вăл врачран хăйне са-нитаркăна илме ыйтнă, ку вара вăл ыйтнипе килĕшсе ăна кунта илсе килсе вырнаçтарнă. Çамрăк пурнăçĕнче сахал мар пулăшнăшăн Лена çакăнти врача чăннипех те хисеплет, ăна ырă ятпа кăна асăнать.
Эпĕ больницăна килнĕренпе çур уйăх ытла иртсе кайрĕ. Çав хушăра Ленăпа тахçан паллашса иленнĕ пекех тусланса çитрĕмĕр. Йывăç пахчинчи улах кĕтесре тĕл пулсан пĕр-пĕринпе ытарайми калаçатпăр. Эпĕ ăна хам чăнласах та таса юратупа юратнине пĕр иккĕленмесĕрех ĕненетĕп ĕнтĕ. Ку юрату мана канăç пами пулчĕ. Маншăн халĕ çут çанталăк та илемлĕн туйăнать, малтанхи кунсенче кичеммĕн курăннă Нурăс сали те аван кăмăллăн курăнать. Лена сăнĕ куç умĕнчен каймасть, сасси хăлхаран тухмасть. Ăшра юрату хĕмĕ çунать пулин те эпĕ çакăн çинчен Ленăна хăйне каласа пама хăяймастăп-ха. Ку тĕлĕшпе ăна майĕпе шахвăртса систерме те чĕлхем çĕкленмест, мĕншĕн тесен мана хам чăлах пулни иментерет.
Уйăх иртсен, август вĕçĕнчи пĕр хĕвеллĕ ир, врач мана приемнăйне чĕнтерчĕ. Тӳрлене пĕлмен сурана тĕплĕн пăхса илчĕ те пăртак шухăшласа ларнă хыççăн çапла хушса хучĕ:
— Шыçă иртсе кайрĕ. Ку аван-ха. Анчах сурану юхма чарăнмасть. Эпĕ хирург мар, пĕлместĕп. Сирĕн унта, тен, осколкă е шăмă ванчăкĕ юлнă пулĕ. Çавăнпа тӳрленмест пулĕ вăл... Кунта текех темĕн таран выртсан та усси пулас çук. Сире Хусана, çар госпитальне ямалла пӳлать... Киле çыру çырса ярăр: илме килччĕр. Çар госпитальне ăсатмалли хут туса парăпăр. Хăвăр килĕртен чугун çул станцийĕ те инçе мар. Унтан хальтерех Хусана кайма тăрăшăр...
Врач калани тĕрĕс иккенне эпĕ ĕнентĕм. Мана пĕр уйăх çурă патнеллех лайăх пăхса тăнăшăн тата ăс панăшăн эпĕ ăна чĕререн тав тума та хавас. Анчах часах Ленăпа уйрăлмалла пуласси мана çав тери хытă кулянтарса ячĕ. Ăш-чик вăркама пуçларĕ. Чĕрем çĕçĕпе касса çурнă пекех пулчĕ. Çапах та мĕн тăвăн-ха ĕнтĕ? Больница пуçлăхĕ мĕн калать, ăна итлемеллех. Эпĕ хам та питĕ лайăх ăнланатăп: больницăра ĕмĕр выртма юрамасть, унта темиçе уйăх пурăнсăн та ытарайми юратнă хĕрӳпе пур пĕрех ĕмĕрлĕхе пĕрлешеес çук. Эпĕ врач, мĕн каланине Ленăна пĕлтермесĕрех палатăна тухса утрăм.
Мана каллех салхулăх пусса илчĕ. Киле çыру çырса ятăм. Ленăпа пĕрле пурăнас вăхăта кăштах та пулин тăсас тесе аттене тепĕр эрнерен кăна илме пыма чĕнтĕм.
...Лена чирлисене кăнтăрлахи апат парса çӳрет. Эпĕ ăна нимĕн те каласшăн марччĕ-ха. Анчах ман çумри койка çинче ларакан ватăрах чăваш эпĕ пĕр кĕтмен çĕртен:
— Лена йăмăкăм, питех те шалккă: пирĕн Çерушăн кĕçех каймалла пулать вĕт. Халапа аван çапаттăмăр. Кичем пулать пире вăл кайсан,— терĕ хучĕ.
Лена малтанах нимĕн илтмен пек, ăнланман пек пулса чĕнмесĕр пăхса тăчĕ. Унтан:
— Каймалла пулать?! — тесе ыйтрĕ те ерипен хускалса пирĕн паталла çывхарчĕ.
— Врач каланă ăна паян. Хусанти больницăна кайма хушнă, — терĕ старик.
Лена сăн-пичĕ шуралса кайрĕ, сенкер кăвак куçĕсемпе вăл ман çинелле пăхрĕ.
— Чăнах-и, Сережа? Халь сурану та ыррăн тӳрленсе çитмен вĕт-ха санăн?!. Мĕнле вара халех каймалла?! — Ыйтрĕ вăл хăй пăлханнине пытараймасăрах.
— Врач çапла каларĕ. Чăнахах пулĕ ĕнтĕ, Лена,— терĕм эпĕ ăна.
— Апла,— терĕ те вăл пăртак пăхса тăнă хыççăн кăшт хĕрелнĕ питне аллипе сăтăрса хăвăрт тухса кайрĕ. Вăл каялла пырса пушаннă апат чашăккисене пуçтарнă вăхăтра эпĕ çывăрнă пек пулса выртрăм. Ăш-чик вăркать, никампа та калаçас килмест.
Каçхи апат умĕн тин кĕнеке илсе йывăç пахчине тухрăм. Никама та курăнас мар тесе пĕр кĕтесри акаци тĕмĕсем хупласа илнĕ чăтлăха кĕрсе лартăм.
«... Манас пулать, пурне те манас пулать! Мĕн унта хĕрсем çиинчен шухăшласа ăша çунтармалли? Кам юратма пултартăр мана? Лена ахаль вăл, йăпатма анчах... УН пек илемлĕ хĕршĕн каччă тупăнмасть-и вара?! Вăрçă чарăнтăр çеç акă, ман пек инвалидсем çине сурать кăна вăл!.. Ăна пуçран сирсе часрах лăпланмалли анчах юлчĕ. Пĕччен, пĕччен иртмелле манăн пурнăç! — шухăшлатăп хам ăшра, уçса хунă кĕнеке çине пăхса ларнă май. Инçе те мар ура сасси, унтан хуллен кăна:
— Сережа, ăçта эс? — тесе чĕнни илтĕнчĕ.
Пуçăма çĕклесе сасă енне пăхрăм. Шĕшкĕ тĕмĕсем витĕр сенкер платье хусканкалани курăнса кайрĕ.
— Кунта, кунта,— терĕм эпĕ алри уçă кĕнекепе сулкаласа. Чĕрем хăвăрт сикме пуçларĕ.
Тепĕр самантран утмăл турат чечекĕ пек кăвак куçлă Лена тухса та тăчĕ. Малтан вăл савăнăçлăн пек, унтан салхуллăн пек пăхрĕ.
— Мĕншĕн кунта, тĕттĕм кĕтессе, пытанса лартăн-ха капла?! — ыйтрĕ вăл пăртак тăнă хыççăн.
— Ăш вăркама пуçларĕ... Йывăр мана, Лена... питĕ йывăр! — терĕм эпĕ.
— Мĕншĕн апла-ха ку?! Каяс пирки-и? — пĕлме тăрăшрĕ хĕр.
— Хăнăхса çитнĕччĕ эпĕ сирĕн больницăна. Уйрăлса каяс килмест çав,— тетĕп ăна.
Мана вăл сукмак хĕрринчи сак çине чĕнчĕ те унта тухрăмăр. Ларсан, хăй те асăрхамарĕ пулас, хĕр ассăн сывласа илчĕ, унтан ман патарах сиксе ларчĕ те:
— Йывăр-и, Сережа?.. Эсĕ кайни мана та кулянтарать! — тесе хучĕ.
Пĕр самант вăл питне хăрах аллипе тытса çĕрелле, шăрăхпа типсе сарăхнă курăксем çинелле, пăхса ларчĕ. Эпĕ мĕн каласшăн пулнине Лена ăнланчĕ пулмалла: эпĕ хăйне юратнине вăл халĕ туять ĕнтĕ. Çав вăхăтрах тата эпĕ хамăн шухăшсене ăна мĕн пирки уçса калайманнине те чухлать пулмалла. Анчах хăй те çамрăк пирки ăшри шухăшĕсене мана уççăн каласа пама хăяймасть. Çавăнпа та сăмаха эпĕ хам пуçларăм.
— Врач мана Хусана, çар госпитальне, ăсатас тет. Кам пĕлет, тен, каллех операци тăвĕç. Эх, хăшкăлтарса çитерчĕç мана çав операцисем! Татах темĕн чăтмалла пулать ĕнтĕ... Ну, çапах та вĕсене тӳссе ирттеркелĕп-ха. Анчах мана кунта питĕ килĕшетчĕ-çке, Лена. Пĕр санпа курнăçса калаçниех кăмăла çĕклесе яратчĕ... Сансăр тунсăхласах вилĕп ĕнтĕ, — терĕм эпĕ ирĕксĕр кулкаласа. Ленăн таса сăн-пичĕ хĕрелсе кайрĕ.
— Кай, суеçтеретĕн пуль? — терĕ вăл хăй те шăппăн йăлкăшса кулса. Унтан кăшт шухăшласа ларнă хыççăн.— Эх, Сережа! Чăнах та, ытла та шел сирĕн пек çамрăксене! — тесе аллине ман хул пуççи çине хучĕ.— Савăнса пурăнас чух çак вăрçă пирки тĕрлĕрен асап тӳсмелле!.. Çапах та врачсем чухлаççĕ пуль ĕнтĕ: тепĕр операци тусан, тен, çăмăлрах пулĕ. Унтан протез туса парĕç те лайăхах çӳреме пуçлăн... Анчах кунтан кайсан сана урăх курасси пулас çук вара: сывă пул, тесе алăпа сулмалли çех юлать...
— Мана курас пиркиех калаçмалли çук-ха кунта. Ман пек çынна инвалид теççĕ. Кама, мĕне кирлĕ ĕнтĕ эпĕ?! Эсир, сывă каччă тупса, мăшăрланма пултарăр. Ман пеккисен виличченех хăраххăн, хусаххăн пурăнмалла пулать,— тавăртăм эпĕ ăна.
Лена аллине ман хул пуççи çинчен илчĕ те куçранах пăхрĕ.
— Ах, чим-ха! Мĕншĕн ун пек шухăшлатăн эс, Сережа?!. Эсĕ мĕн, уксах-чăлах е суккăр çуралнă çын-им вара?.. Фронтра сусăрланнă! Сирĕн пек çынсене пирĕн хисеплес пулать, пăхас пулать, кăмăла килсен — юратас та пулать! — хĕрӳленсе каласа хучĕ вăл.
Эпĕ кулса илтĕм.
— Эсĕ ун пек калатăн та-ха, хĕрсем çавах пăрăнаççĕ çав пирĕн пеккинчен. Мана ав кирек мĕнле таврăнсан та пĕрле пурăнма сăмах панă савни те пăрахрĕ. Çакăн хыççăн хĕрсемпе юрату çинчен калаçма та хăяймастăп ĕнтĕ,— терĕм эпĕ.
— Эх, калаçатăн та! — терĕ хĕр ман çине тарăхнă евĕр пăхса. — Хăй каччă тата! Ытла та хăюсăр-çке эсĕ, хĕр ача пек... Хăюллăрах пулмалла!.. Мĕн пур хĕре хăй сăмахне тытман пĕр чунсăр хĕрпе танлаштарма юрамасть!
— Хăюллă пулма халăм çитмест, Лена. Юратупа çулăмланса çунсан та ун çинчен хĕрсене пĕлтерме тивĕçлĕ мар тесе шутлатăп хама,— терĕм эпĕ пуçа кĕрсе тымарланнă шухăшран çаплах хăтăлаймасăр.
— Апла, айван эсĕ! — хĕрӳленсех каларĕ вăл каллех.— Инвалид пулсан та санăн кĕлеткӳ-сăнару мĕнрен начар?! Ăсу мĕнрен катăк? Катăк мар,— ăслăрах тл!.. Тĕрĕссипе каласан, аван çын эсĕ! Мана пуринчен ытла санăн кăмăлу килĕшет...
Манăн кăмăлăм çĕкленсе кайрĕ. Лена хăй пулăшнипе эпĕ хăюлантăм. Çак хĕрпе кĕçех уйрăлса каймалла пулассине шута илни мана хамăн чунăма халех уçса кăтартма хистерĕ.
— Итле, Лена. Халь ĕнтĕ эпĕ ăшри сисĕм-туйăма нимĕн те пытармастăп. Мĕншĕн тесен эсĕ хăвах хăюллă пулма сĕнтĕн... Эпĕ сана малтанхи хут курсанах ытарайми кăмăлларăм, унтан юрату пуçланса кайрĕ. Çакна эсĕ ху та эпĕ каласа паричченех туйрăн пулĕ тетĕп. Анчах мĕнле çунса юратни çинчен калама халиччен хăюлăхăм çитмерĕ. Мĕншĕн калайманнине эсĕ пĕлетĕн ĕнтĕ: эпĕ хама хĕрсем çинчен шухăшлама та тивĕçлĕ мар, хам юратсан та — вĕсем юратас çук тенĕ... Канăç паман юрату çинчен, ăшра тĕлкĕшсе çӳнакан шухăшсем çинчен хам кунтан кайиччен сана пĕлтерсе хăвармаллах манăн. Тен, ку çана килĕшмест те пулĕ? Килĕшмесен каçар. Тӳррипе каласа панăшăн ан кӳрен...— терĕм те эпĕ вăл мĕн те пулин каласса кĕтсе пĕр хушă ун çине пăхса лартăм.
Вăл чĕнмерĕ, пуçне пĕксе умри çерем çине пăхрĕ те шухăша кайрĕ. Хĕр хирĕçлеменнине кура эпĕ аллăма ун çурăмĕ çине хутăм та ăна лăпкарăм, унтан хам çуммарах лартрăм.
Пăртак ларсан вăл ман алăсене ерипен сирсе хуллен калаçма пуçларĕ:
— Итле-ха, Сережа, эс мĕншĕн хăвна çавăн пекех мĕскĕне хуратăн вара?!. Аван мар вăл ун пек шутлани... Салтак пулнă çамрăк çын — хăюллăрах пулмалла. Инвалид тетĕн-и? Вăрçăра аманнă-çке-ха! Уншăн кăшт та именме кирлĕ мар. Акă лайăх сывалса çитсен чиперех çӳреме пуçлăн. Нимĕне пăхмасăрах, эпĕ те сана кăмăлларăм. Юлашкинчен, юратрăм та пулĕ тетĕп. Эпĕ халиччен юратса курман çамрăк пулнă-ха. Ак халĕ, хукаланă пекех, чĕрене темĕнле вут-хĕм хыпса илчĕ. Эсĕ асран кайми пултăн. Чунăм сан еннеллех туртăнать! Паллах, ку çав юрату тени пулчĕ пулĕ ĕнтĕ вăл...
Лена ман çине ăшшăн пăхса кулчĕ. Эпĕ ăна çавăнтах ыталаса пăчăртарăм та питĕнчен чуп туса илтĕм. Хамăн савăннипе шăм-шак сăрăлтатса кайрĕ, чĕрем сиксе тухас пек тапать. Лена хăй те пĕтĕм пĕвĕпе ман çумма çыпçăнчĕ. Анчах та ку нумая пымарĕ, вăл темле ăшă ыйхăран вăраннă çын пек ерипен хусканчĕ те ман алăсене сирсе кăшт аяккарах сиксе ларчĕ.
— Чим-ха, ан ашкăн аплах. Çынсем курсан аван мар,— терĕ вăл хĕрелсе кайса.
— Пĕтĕм чун-чĕремпе юратап сана, Лена! Çавăнпа... чуп турăм. Анчах... кĕçех уйрăлмалла пулать!.. Уйрăлсан та пур пĕр манаяс çук: пĕрмай çыру çырса тăрăп... Эсĕ те çыр. Тен, часах... тĕл пулма та май тупăнĕ, — терĕм эпĕ.
Пирĕн калаçу эпĕ хăçан каясси çинчен тата çырусем мĕнле ярса тăрасси çинчен пуçланса кайрĕ. Çитес кунсенчех уйрăлмалла пуласси пире иксĕмĕре те хытă пă-шăрхантарчĕ. Ку пăшăрхану туйăмĕ пирĕн чĕресене чулпа пусса хĕснĕ пекех ыраттарчĕ. Эпир хамăр таçта кайса темле пурăнсан та пĕр-пĕрин патне çырсах тăма сăмах татнипе çеç лăплантăмăр.
Ленăн ĕçе каймалли вăхăчĕ çитрĕ. Каяс умĕн вăл васкасах çапла каласа хучĕ:
— Туяттăм эпĕ, Сережа, эсĕ мана юратнине. Ун çинчен мана калама хăйманнине те сисеттĕм. Эпĕ çавăн пиркиех сан патналла туртăннине эсĕ ху та чухлаттăн пулĕ?.. Малтан эпĕ ырă, сывă каччă çакăн пек аманса сусăрланнине кура сана хĕрхентĕм кăна. Хĕрхенӳ туйăмĕ ӳссе юрату çине куçрĕ. Юлашкинчен хытах юратса пăрахрăм. Текех курас килекен пулчĕ. Анчах эсĕ ху юратни çинчен уçăмлă каласа паманни мана юлашки вăхăтра иккĕлентерме те пуçларĕ. Ку ахаль çавăн пек ăшшăн калаçакан çын çех пулĕ тесе шухăшлама тытăнтăм... Ну, халĕ пĕр-пĕрин шухăшĕсене уççăнах пĕлтĕмĕр ĕнтĕ. —Вара вăл çутă кăвак куçĕсемпе шевле пек çиçсе манăн алла тытса илчĕ.
Унăн хăюлăхне курса эпĕ ăна çавăнтах тата тепĕр хут пĕтĕм хĕрӳлĕхĕмпе хыттăн-хыттăн чуп турăм.
4
Вăйлă çумăрпа тулнă пĕве шыв капланса хирнипе умри тĕмескене сирсе пăрахать те пĕрре кĕрлесе юхнă хыççăн часах лăпланса тăрăлать, каллех шăппăн шăнкăртатса юхма тытăнать. Пит те аван çав лăпкă шыв хĕвел çутинче йăлтăртатса юхнине пăхса тăма. Анчах çак илемлĕ шыв юххи туран анакан шыв чакса пынипе часах типсе ларасран та хăрамалла. Пирĕн Ленăпа иксĕмĕр хушăри пурнăç та çавăн пекех пулса тăчĕ. Уйăх çурă хушши вăрттăн ӳссе пынă юрату хĕрӳлĕхĕ умри именӳ чăрмавĕсене пĕр сехетре татса пăрахрĕ. Пирĕн малтанхи пек шахвăртса-вăлтса çеç калаçасси пĕтрĕ. Çавăн хыççăн ăшра çуралакан шухăшсене эпир пĕр-пĕрне ним пытармасăр, уççăнах каласа пама пуçларăмăр. Калаçусем лăпкăн та ирĕклĕн юхса пыракан пулчĕç. Хамăр пĕр-пĕрне юратнипе савăнтăмăр, хавхалантăмăр. Çамрăк кăмăлсем хаваслăхпа тулса çĕкленчĕç. Кунта пире хамăр юратăвăн малашлăхĕ кăна шиклентерчĕ. Эпĕ кайсан иксĕмĕр хушăмăр инçетленесси тата çав инçе хушша кĕтмен чăрмавсем тухса тăма пултарасси çеç пăшăрхантарчĕ пире.
Лена ĕçрен пушаннă вăхăтсенче эпир тăтăшах сад пахчинче калаçса лартăмăр. Халь ĕнтĕ пирĕн калаçу çинчен пычĕ.
— Ăçта пурăнас тетĕн-ха эсĕ: ялта-и, хулара-и? Чан та, сана хресчен ĕçĕпе пурăнма хĕн пулать, Сережа... Эпĕ хамăр уезд хулинче вăрçă инваличĕсене çĕвĕ ĕçне тата атă-пушмак тума вĕрентекен мастерскойсем уçмалла тенине илтнĕччĕ. Пĕр-пĕр çавăн пек мастерскойне кĕмелле мар-ши? Е тата мĕнле те пулин çавăн пек ларса ĕçлемелли ремеслана вĕренсен? Вара эпĕ те унта куçса пырăттăм,— тет мана Лена.
Эпĕ ăна ун пек ремесласем кăмăла кайманни çинчен каласа патăм.
— Госпитальтен тухсан эпĕ Хусанах юлма тăрăшăп. Унта çырăва пĕлекен инвалидсем валли бухгалтери курсĕ уçаççĕ тенине вуланăччĕ пĕр хаçатра. Хусан пирĕн кĕпĕрне хули — пысăк хула. Унта сан валли те вырăн тупма çăмăлрах пулĕ...
Лена ман шухăшпа хаваслансах килĕшет.
— Чăн, бухгалтер пулни аванрах... Эх, унта медицина сестрисем хатĕрлекен курс уçăлсанччĕ! Савăнсах пырăттăм. Вара пирĕн пĕрле пурăнма та май пулать,— терĕ вăл ача пек хĕпĕртесе.
* * *
Мана илме килтен час пырăймăрĕç.
— Килне çырса ятăн-и? Мĕншен илме килмеççĕ?! — тесе ыйтаççĕ манран врач та, фельдшерсем те.
— Çыртăм. Ĕç çи вăхăчĕ-çке-ха. Ерçмеççĕ пуль,— тетĕп эпĕ вĕсене.
— Ĕç çи çав. Ерçмеççĕ пуль, — тет врач та манпа килĕшсе.
Çапла вара эпĕ больницăран тухса кайиччен тата вунă кун ытла иртсе кайрĕ.
Ку вăхăтра эпир Ленăпа нумай калаçрăмăр, шухăшларăмăр. Анчах çапах та шухăшсене пат татса вĕçлени пулаймарĕ. Пирĕн малалли пурнăç çулĕ çаплах тĕтрене витĕнсе тăчĕ.
— Кирек ăçта каяс пулсан та мана атте чарасах çук-ха. Ну, анне чăрмантарма пултарать вара. Унăн сывлăхĕ те хавшакрах тата. Çавăнпа вăл мана халь кунта та пит ярасшăнах мар, киле тавăрасшăн,— каласа парать мана Лена малашлăхĕ пирки кăшт шикленерех; самахне каланă май хăйĕн сенкер кăвак куçĕсемре ман çине тем ыйтнă пек тинкерсе пăхса ларать.
Çыру çӳретес тĕлĕшпе çеç эпир уçăмлăн калаçса татăлтăмăр. Хуть ăçта кайсан та, кирек мĕнле вăхăт пулсан та кашни эрнере çыру ярса тăмалла терĕмĕр.
Эпир Ленăпа туслашнине, иксĕмĕр текех пахчара е больница крыльци çинче калаçса ларнине врачсăр пуçне пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Фельдшерсем, кухньăра ĕçлекенсем, чирлисем тăрăхласа шӳтлеме те тытăнчĕç.
— Сана Сережа хăйĕнчен хăвармасть пулмалла. Пĕрлех илсе каять пулĕ? — тесе кулаççĕ хăш-пĕрисем Ленăран.
Лена ун пек тăрăхлакансене хирĕç ним те шарламасть, йăл кулса илет те çаплах хăйĕн ĕçĕсене туса унталла та кунталла чупкаласа çеç çӳрет.
Уйрăлас вăхăт çывхарса çитнĕ май вăл пушшех те хăюланчĕ, мана юратнине çынсенчен пытарми пулчĕ. Ерçнĕ сехетсенче хăех ман пата пырса йывăç пахчине тухма чĕнет. Хăш чухне калаçмалли сăмахсем пĕтсен вăл хуйхăллă та йăваш куçĕсемпе ман çинелле минучĕ-минучĕпе пăхса ларать. Эпĕ те ăна хирĕç пăхатăп. Çакăн пек самантсенче ман пуçа яланах иккĕлентерекен шухăшсем пырса кĕреççĕ. Çак шухăшсем чĕрене усал кĕве çинĕ пек чăрмалама тытăнчĕç. Иккĕлентерекен шухăшсем, паллах, Лена чĕрине те кăшлатчĕç пулмалла. Анчах вăл вĕсене мана систересшĕн марччĕ. Хамăр ĕмĕтсем çитессине хăйне те, мана та ирĕксĕрех ĕнентерме тăрăшатчĕ.
* * *
Эпĕ киле çыру янă хыççăн вун пĕрмĕш кунне тин мана илме атте пырса çитрĕ. Манăн Ленăпа уйрăлмалли сехет çитсе тăчĕ.
Вăхăт кăнтăрла тĕлнеллеччĕ. Фельдшер мана врач хатĕрлесе хунă хутсене илсе пырса пачĕ. Килтен илсе пынă тумтирсене тăхăнтăм та кайма хатĕрленсе пуринпе те сыв пуллашатăп. Анчах та Лена курăнмасть! Манăн чĕре ыратма пуçларĕ.
«Ăçта кайса кĕнĕ-ха вăл?! Мĕне пĕлтерет ку капла?»
Мана ăсатакансем больница крыльци умне пухăнса тăчĕç. Лена çаплах çук та çук! Акă эпĕ ăсатакансенчен уйрăлса хапха умĕнче тăракан лав патне пыратăп. Унта мана атте кĕтсе ывăннă ĕнтĕ. Вăл часрах килелле кайма васкать. Шăпах çак самантра чылай инçетре ларакан врач хваттерĕ енчен шурă халатлă Лена лĕпĕш пек вĕлтлетсе чупса тухни курăнчĕ.
— Тăхта-ха. Пăртак чарăнса тăр,— терĕм эпĕ лава хускатнă аттене.
— Мĕн татах? — терĕ те атте лашана чарчĕ. Пирĕн лав патне Лена чупса пычĕ.
— Ах, каçарсамăр!.. Кайнине кураймасăрах юлаттăм вĕт!.. Иван Александров фельдшер, юриех пуль, темскер хучĕпе врач патне чуптарчĕ те... Ну сывă пул, Сережа,лайăхрах сывал! — терĕ вăл. Унтан ман патарах пырса хуллен пăшăлтатса калаçма пуçларĕ.— Ну, эсĕ шут туса татнă сăмахсене ан ман!.. Таçта, тĕнче хĕррине каймалла пулсан та — асту мĕн-мĕн калаçнисене... Çыр... Час-часрах çырса тăр... Эх, мĕнле пурăнам ĕнтĕ? Ăçта кайса кĕрем? Тӳсме çук кичем те тунсăх пулать мана эсĕ кайнă хыççăн!.. Ну, сывă пулăр!.. Чипер кайăр!..
Урапа ещĕкĕн тепĕр хĕрринче ларакан атте эпир мĕн калаçнине илтмен, ăнланман пек пулса чупса килнипе тата хумханнипе хĕрелсе кайнă хĕр çине тинкерсе пăхрĕ те:
— Ну, кайма юрать-и ĕнтĕ? — тесе ыйтрĕ.
— Халь юрать пулĕ. Чипер кайăр. Сывă пулăр! — терĕ йĕрсе ярас патне çитнĕ хĕр аллипе сĕлтсе.
Пирĕн лав хускалса кайрĕ. Лена хыçала тăрса юлчĕ. Анчах пирĕн пĕр-пĕрне тĕлленĕ куçсем нумайччен уйрăлаймарĕç.
Атте лашана тилхепепе турткаларĕ те чăпăрккипе сулса хăмсарчĕ. Лаша укăлча еннелле юртса кайрĕ.
Эпĕ çаплах Лена енне пăхса ларатăп. Вăл манпа аллине вĕттĕн кăна сула-сула сыв пуллашать. Больница хапхи умĕнче виç-тăватă çын çеç ĕнтĕ. Вĕсем те мана, те Ленăна темскер кăшкăрса хуллен кулкалаççĕ. Çак самантра чĕрем çурăлса икĕ пая уйрăлнă пекех туйăнчĕ: пĕр пайĕ хамрах, тепĕр пайĕ юратнă хĕр аллине тăрса юлнă евĕр пулчĕ.
«Текех курайăп-ши? Тен, ĕмĕрлĕхех уйрăлтăмăр пулĕ?..» текен шухăш пусса илчĕ.
— Кам вара ку? Çестра-и, хвершăл-и? Ытла та çамрăк-çке? — ыйтрĕ атте лавăмăр укăлча патне çывхарсан.
— Пире пăхса пурăннă санитарка,— терĕм эпĕ хуллен, кăкăра темĕн капланса килнипе калаçас та килменскер.
— Санитар-и? Çамрăк...— терĕ атте тем систернĕ пекрех.
Эпĕ чĕнменнине кура вăл тилхепене турткаласа илчĕ те лашана çурăм тăрăх чăпăрккапа çапрĕ. Начарах мар тур лаша уй ĕçĕнче самай ĕшеннĕ пулин те хытах юртса Нурăс салинчен уялла тухрĕ.
Малтан пушанса юлнă ыраш пуссипе пытăмăр. Кунта сайра çĕрте кăна пусарăнса ларнă лутра çĕмелсем курăнкалаççĕ. Унтан çуртри пуссине кĕтĕмĕр. Кунта та тырăсене çуррине ытла вырнă ĕнтĕ. Тăваткал суратсем таврашĕнче курак-чакак ушкăнĕсем вĕçкелеççĕ. Сентябрь пуçланнă пулин те тавра курăм хĕрри çуттăн йăлкăшса тăрать. Хир тăрăх кас-кас уçă çил вĕрсе пиçен тăрринчи мамăка вĕçтерет. Тӳпере шăши е вăй çемми кайăк-кĕшĕк куçласа пĕччен те, мăшăрăн-мăшăрăн та хăлатсем, хĕренсем, хурчкасем явăнса çӳреççĕ.
Кăкăрăм час уçăлса çитмерĕ. Çакна пула киле çитичченех аттепе сахал калаçрăм, унăн темиçе сăмахĕ çине пĕрер-икшер сăмах кăна хушкаласа пытăм. Лена сăнарĕ умран пĕрре те сирĕлмерĕ: хăлхамсенче унăн лăпкă сасси янрарĕ, пуçăмра унпа калаçнă хыççăн çуралнă ĕмĕтсем вĕрерĕç.
Чунтан юратнă хĕрпе уйрăлнă пирки ăшăм хытă вăркарĕ пулин те халь ĕнтĕ эпĕ хама нимĕне юрăхсăр инвалид темерĕм. Ялти савнă хĕр Анюк пăрахнă хыççăн йывăр шухăша путса салхуланнăччĕ, ĕмĕтĕм хуçăлнăччĕ, пурăнас та килми пулнăччĕ. Илемлĕ Лена юратăвĕ манăн ĕмĕте çĕнĕрен чĕртсе ячĕ, кăмăла çĕклерĕ. Манăн каллех пурăнас килекен пулчĕ.
Çук, пĕтнĕ çын мар-ха эпĕ... Анюкран илемлĕрех хĕр те юратрĕ пулсан пуçа усни ахалех пулнă. Тĕрлĕрен хĕрарăм, тĕрлĕрен кăмăл пур. Юратманни те, юратаканни те пур. Хампа пĕр кăмăллă хĕре тупса пĕрлешмелле анчах. Вара каллех хама савăнăçлă та телейлĕ туйма пултарăп. Пурăнмаллах манăн. Пурнăçра пуриншĕн те усăллă тата хам тума пултаракан ĕçе çеç вĕренмелле. Вара пурăнма та савăнăçлă пулĕ.
5
Вăхăта тăсмарăм, ик-виçĕ кунтанах Хусана тухса кайрăм. Унта мана Арское поле текен çĕртен инçетре те мар ларакан пĕр пысăк çар госпитальне вырнаçтарчĕç.
Госпитальтен Лена патне кашни эрнерех çыру çырса тăтăм. Вăл та çырчĕ. Иксĕмĕр те пĕр-пĕрне тунсăхлани çинчен пĕлтеретпĕр. Эпĕ унăн çырăвĕсене ытарайми паха япаласем вырăнне хурса пуç вĕçĕнче, матрас айĕнче усратăп. Вĕсене час-часах вулатăп, вуланă чух чуп туса та илетĕп. Ăшă кăмăлтан çырнă çырусене юратса чуп туни мана Ленăна хăйне чуп тунă пекех туйăнать, вĕсене кăкăр çумне тытса пăчăртани — ăна хăйне тытса ыталанă пек.
Пĕр эрнерен врач-хирург мана операци турĕ, тӳрленме пĕлмен сурантан шăмă ванчăкĕсене кăларса илчĕ. Çакăн хыççăн суран чăнах та часах тӳрленчĕ.
— Юрать-ха, уруна чĕркуççирен аялтан çеç татмалла пулнă. Аптрамастăн! Протез туса парсан аванах çӳре пуçлатăн. Ан кулян,— терĕ мана ырă кăмăллă, анчах та сахал калаçакан ватă хирург.— Çапах та çĕр ĕçесене туса тăма йывăр пулать сана. Çăмăлрах ĕçе, ларса тумалли ĕçе, вĕренмелле.
Тепĕр икĕ уйăхран протез туса пачĕç. Протеза урана тăхăнсан эпĕ костыльсĕрех, пĕр пĕчĕк туяпа çех çӳреме пуçларăм. Ку вара мана чун-чĕреренех савăнтарчĕ. Пуçа пусса тăнă йывăр шухăш сирĕлчĕ, кăмăлăм та çĕкленсе кайрĕ.
Хамăн савăнăç çинчен пĕлтерме васкасах Лена патне çыру çырса ятăм. Манăн тулли ĕмĕт-шанчăксемпе хавасланса çырнă пысăк çыру ăна та чунтан савăнтарнă.
«...Каларăм-çке эпĕ сана: тепĕр операци тусан, тен, лайăхах та çӳреме пуçлăн тесе. Акă халь эпĕ калани тĕрĕсех пулса тухрĕ... Ах, Сережа, мĕнле те пулин курасчĕ ман сана?» — çырчĕ вăл ман çырăва илсе вуланă хыççăн.
Лена Хусана куçса пырасшăн пулчĕ, анчах та вырăн тупас пирки хăраса тăчĕ, каллĕ-маллĕ шутласа иккĕленчĕ.
«...Пысăк хулара ман пеккисем ахаль те туллиех пулĕ çав унта. Çар госпиталĕсене мана каплипех йышăнас çук. Малтан ăçта та пулин медицина сестрисен курсĕнче вĕренесчĕ... Çук-ши ун пек курссем? Пĕлме тăрăш. Пулсан часрах çырса яр. Вара ман Хусана пымалли сăлтавĕ те лайăх пулать, ун чух иксĕмĕре пĕрлешсе пурăнма та май килет»,— тенĕччĕ вăл çав çырăвĕнчех.
Лена ĕмĕчĕ ман кăмăла çĕклерĕ. Эпĕ васкасах унăн ыйтăвне татса парас пирки çӳреме пуçларăм: Хĕрлĕ Хĕрес обществине, кĕпĕрнери земски управăн халăх сывлăхне упрас тĕлĕшпе ĕçлекен уйрăмне тата ытти учрежденисене те çитрĕм, хама кирлĕ ыйтусем тăрăх тĕпче-тĕпче пĕлтĕм. Хĕл ларнă вăхăталла Лена патне медицина сестрисем хатĕрлекен курс пурри çинчен тата çав курса тепĕр уйăхран çĕнĕрен çынсем йышăнасси çинчен çырса ятăм. Çакăн хыççăн кунран-кун чăтаймасăр çунса Ленăран çыру çитессе кĕтрĕм, çакăнпа пĕрлех унпа каллех курнăçасси çинчен ĕмĕтленме тытăнтăм. Анчах уйăх та, иккĕ те иртсе кайрĕ — кĕтнĕ çыру çитмерĕ. Сестрасен курсне çынсем илмелли срук та иртрĕ,— Ленăран çаплах хыпар çук! Ман чĕрене усал хурт кышласа ыраттарма пуçларĕ. Ку хĕр урăх каччăпа туслашрĕ пулĕ, апла пулсан мана манать ĕнтĕ вăл.
Хĕлле пулсан тин чунтан кĕтсе пурăннă çырăва илтĕм. Анчах вăл мана лăплантармарĕ, пушшех те салху латрĕ, кулянтарчĕ. Акă мĕн пĕлтерчĕ Лена çак çырă-вĕпе:
«...Хытă ӳпкелешсех кĕтрĕн пуль, Сережа, манăн çырăва. Анчах... нимĕн тума та çук! Атте-анне эпĕ ыйтнипе килĕшмерĕç. Вĕсем мана ниçта та ямаççĕ. Инкек çине синкек тенĕ пек, çак вăхăтрах тата анне йывăр чирлесе ӳкрĕ. Çакна пула пушшех вĕсем мана хăйсенчен уйăрасшăн мар. Аяккалла яма мар, тата та ытларах кил енне çывхартма, хăйсем патнелле илсе пыма тăрăшрĕç. Атте тăрăшнипе халь мана хамăр салари больницăна ку-çарчĕç, санитарка вырăнĕ тупса пачĕç. Больници пирĕн пысăк мар: кунта икĕ фельдшер, пĕр сестра-акушерка тата икĕ санитарка анчах. Больницăри ĕçсенчен пушă вăхăтсенче хамăр килтех пурăнатăп, килти ĕçсене тăватăп, чирлĕ аннене пăхăтăп... Икĕ çул пурăнса хăнăхнă вырăнтан куçса килесси маншăн пысăк ĕç пулса тăчĕ. Атте-анне ниçта та ярасшăн пулманни, вĕсем ман шухăш-ĕмĕтсемпе килĕшменни кăмăла питĕ хуçрĕ, тата анне чирлесе ӳкни те пĕтем хаваслăхăма çапса çĕмĕрчĕ. Чĕрене йывăр кăмăл пусса тăнă вăхăтра манăн сан пата çыру çырма та алă çĕкленмерĕ... Чăнах та, мĕнле чунпа пăрахса хăварам-ха эпĕ хамăн чирлĕ аннене?! Хытă тунсăхлатăп, Сережа. Курас килет сана. Анчах темĕн тĕрлĕ шухăшласан та çывăх вăхăтрах курнăçма май пуласси палăрмасть!.. Пĕртен-пĕр шанчăк çеç: анне часрах сывалтăрччĕ хуть. Вара, мĕнле те пулин килтен вĕçерĕнсе тухма май пулĕ-и, тен».
Çакăн хыççăн эпĕ ун патне татах темиçе çыру ятăм, хĕре хамăн сивĕнме пĕлмен юратăвăн хĕлхемлĕ сăмахĕсемпе хĕртсе паттăрлатма тăрăшрăм. Вăл та çырсах тăчĕ, анчах унăн çырăвĕсенче иксĕмĕр каллех курнăçассине тата пĕрле пурăнмалла пулассине ĕненни вăйсăрлансах пыни палăрчĕ. Апла пулин те эпĕ ăна манаймарăм-ха. Манăн умра çапах çамрăк хĕрĕн таса кăвак куçлă лăпкă сăн-сăпачĕ тăчĕ, хăлхасенче унăн уçă та çемçе сасси янăрарĕ.
1917 çул çитрĕ. Февральтен тытăнса çĕр-шывра пысăк ĕçсем пуçланса кайрĕç. Революцин малтанхи хумĕ çĕклесе çапнипе патша влаçĕ ишĕлсе анчĕ. Хулара хĕрӳллĕ митингсемпе демонстрацисем пула-пула иртеççĕ. Пысăк урамсемпе уçă вырăнсенче тăтăшах халăх вĕресе тăрать, вăл самодержави влаçне çĕмĕрсе тăкнипе хавхаланать. Рабочисемпе салтаксем хушшинче вăрçа хирĕç кĕрешесси вăйланать. Çав шăв-шавлă, хĕрӳллĕ ĕçсем ман кăмăла та çĕклентерсе ячĕç. Эпĕ те госпитальти сывалнă салтаксенчен юлмастăп: митйнгсемпе демонстрацисене хутшăнатăп, çĕр-шыври пурнăç малалла ирĕкленсе çуталассине асра тытса хĕпĕртетĕп. Çакна пула манăн ку тапхăрта хĕрпе юрату шухăшĕ те пуçран сирĕлсе кайрĕ... Тĕрĕсрех каласан, пĕтĕмпех сирĕлмен пулсан та, ку шу-хăш ытти вăйлăрах та хĕрӳрех шухăшсен айне пулчĕ темелле. Çак вăхăтра эпĕ Лена патне çыраймарăм. Вăл хăй те çырмарĕ. Амăшĕ вилнĕ пулĕ, е вилмен пулсан та ун пек çыркаласа тăнине пурĕ пĕр усси пулас çук, урăх курнăçаяс та çук, пĕрлешме те май çук тенипе çырмасть пулĕ тесе шухăшларăм эпĕ ăна аса илнĕ сехетсенче.
Çуллахи вăхăт хаярланса пыракан классен кĕрешĕвĕпе иртсе кайрĕ. Кĕркунне революцин иккĕмĕш хумĕ — Октябрь хумĕ çапса буржуазипе унăн Вăхăтлăх прави-тельствине сирпĕнтерсе ячĕ. Аслă революци çĕнтерĕвĕ ĕç халăх çамрăкĕсемшĕн наукăпа паллашмалли çутă çула уçса пачĕ. Мана хама та вĕренсе пĕлӳлĕхе ӳстерес ĕмĕт-шухăш тытса илчĕ. Госпитальтен тухсан çитĕннĕ çынсен гимназине çӳреме пикентĕм.
Вĕреннĕ чух эпир пĕр пӳлĕмре виççĕн (виçсĕмĕр те вăрçă инваличĕсем) хула хĕрринчи чул çуртăн иккĕмĕш хутĕнче пурăнаттăмăр. Пирĕн кунти пурнăç лăпкăччĕ. Аманнă салтаксен шучĕпе илсе тăракан çăкăрпа юр-вар чуна усрамалăх кăначчĕ те, иртĕнсе çӳреме вăй та пулман пирĕн. Çакăн пек выçăллă-тутăллă кунсенче пире çамрăк Хĕрлĕ Çар çĕнтерӳ туни çинчен пĕлтерекен хыпарсем çеç хаваслăх парса вăй кĕртетчĕç.
Пĕр савăнăçлă мар вăхăтра,— вун саккăрмĕш çулăн çу кунĕсенче,— мĕншĕнне хам та пĕлместĕп — мана тăтăшах Лена сăн-сăпачĕ аса киле-киле аптратрĕ. Манăн ун пурнăçĕ çинчен пĕлес килчĕ. Анчах та ун чух почта япăх ĕçленипе çыру тăрăх çыхăну тытса тăрасси çăмăл марччĕ. Почта кантурĕсенче конверт та, марка таврашĕ те çукчĕ. Хут листине виç кĕтеслĕн хуçлатса çыпăçтаратăн та, çиеле адресне çырса ăна почта ещĕкне яратăн. Çитеет-и вăл çыру çитмелли вырăна е çук — ку иккĕленчĕклĕ. Апла пулин те Лена текех аса килнĕрен эпĕ ун патне çыру çырса ятăм. Çав вăхăтрах хам унран ответ илессине шанма та пултараймарăм.
Икĕ эрне иртсе кайрĕ. Кĕтмен çĕртен ман пата Лена çырăвĕ персе çитрĕ. Саралса ларнă кăштăркка хут çине çырнă пысăк мар çыру. Ăна алла илсен эпĕ пĕрре савăнса, тепре шикленсе кайрăм. Савăнтăм — ку çырăва чĕререн юратнă хĕр çырса янă пирки; шикленетĕп, пăлханатăп — вăл мана мĕн те пулин лайăх мар хыпар пĕлтерессинчен. Юлашки туйăмĕ улталамарĕ. Çыру мана чăнах та пăшăрханупа куляну шухăшĕсене кăна чĕртсе ямалли хыпар кӳрсе пачĕ.
Хĕр çырăвĕ кӳренӳ, ӳпкелешӳ сăмахĕсемпе пуçланать:
«...Çулталăк ытла пĕр хыпарсăр пурăнатăп. Эпĕ виçĕ çыру ятăм,— эсĕ пĕрре те... Çакăн хыççăн çырма та пăрахрăм вара»,— тенĕ вăл.
Вăл пĕлмест иккен: вăл асăннă çырусене эпĕ пĕрне те илмен. Ку, паллах, çав вăхăтра нумай вулăссемпе ял хушшинчи почта йĕркеллĕ ĕçлеменнинчен килнĕ.
Малалла хĕр хăй амăшĕ сывалса çитни çинчен тата уншăн пĕр вĕçĕмсĕр хĕпĕртени çинчен пĕлтерет. Ку хыпар мана та хаваслантарчĕ. Анчах та юлашкинчен вара çыруне çакăн пек сăмахсемпе вĕçленĕ:
«...Сережа, малашне пирĕн пĕр-пĕрин патне çырса тăни ахалех пулать пулĕ, тата çырса тăма та кирлех мар пулмалла... Пĕр пытармасăрах çырса пĕлтерем: ман пата евчĕсем çӳреме пуçларĕç. Вĕсенчен пĕри — хамран сакăр çул аслă хусах, вăрçăччен вулăсри писарь помощникĕ пулса ĕçленĕ çын, атте-аннене хăй майлă çавăрса çитерчĕ ĕнтĕ, мана хама та аптратрĕç. Каччи хăй ман кăмăла каймасть: темĕнле çăмăлттайрах та вĕçкĕнрех çын пек туйăнать. Çавăн пирки тата сана асрах тытнипе те нумайччен хирĕçрĕм, килĕшмерĕм. Анчах та мĕн тума пултарăп-ха эпĕ пĕр-пĕччен?!. Сан çинчен темĕн тĕрлĕ шухăшласан та — пĕрлешсе пурăнма май пуласси курăнмасть. Иксĕмĕре çĕр аллă çухрăм уйăрса тăрать. Эсĕ пирĕн салана килес çук, эпĕ те сан патна пыма вăй çитерейместĕп. Шутла-ха хăвах: çак инçете мĕнле майпа çĕнтерсе пĕрлешĕпĕр-ши эпир? Халĕ тата аяккалла тухса çӳреме çулĕсем те йывăр, хуласенче ĕçе кĕрсе вырнаçма та майĕ çук теççĕ. Çаксене пурне те шутласа илсе эпĕ парăнтăм... Çитĕннĕ хĕрĕн ашшĕ килĕнче ватăлса ларни килĕшмест: качча тухмаллах пулĕ тетĕп... Çапла, Сережа... Ан ӳпкелеш, ан вăрç,— каçар мана. Тĕрĕссипе пăхсан, эпĕ кунта айăплă та мар. Тен, эсĕ те айăплă мар пулĕ. Пирĕн пурнăç çулĕсем çапла килсе тухрĕç. Эпир йывăр саманара тĕл пулса туслашрăмăр, пирĕн юратусем йывăр вăхăтра хĕрсе çулăмланчĕç. Анчах та эпĕ сана юратни вăл чи малтанхи таса юрату пулчĕ. Вăл нимĕнпе те вараланман, илемлĕ юрату. Çавăнпа та эпĕ ăна хам виличчен манаяс çук.
Каллех калатăп: ан ӳпкелеш, ан çиллен. Урăх качча тухма килĕшнĕшĕн каçар мана. Ку мĕн пирки çапла килсе тухнине эпĕ тĕплĕнех çырса пĕлтертĕм ĕнтĕ. Эсĕ ăна ху та аванах ăнланса илме пултаратăн...»
Вуласа тухнă çырăва сĕтел çине хутăм та ун çинчен куçăма илмесĕр шухăша кайрăм. Пӳртре никам та çук, шăнăртах; никампа калаçса та кăмăла йăпатма пулмарĕ. Çав самантрах ман ума утмăл турат чечекĕ евĕр таса кăвак куçлă та шурă питлĕ сăпай хĕр сăнарĕ тухса тăчĕ. Вăл ăшшăн пăхса çемçе сасăпа йăвашшăн: ан ӳпкелеш, Сережа! Эпĕ айăплă мар тет. Ăш-чикĕм тăвăлса килчĕ, чĕрем пăчăртанчĕ. Çавăнтах, такам вăйлă алăсемпе йăтса тăратнă пек, хăвăрт çĕклентĕм те тарăннăн сывла-сывла юпа пек хытса тăтăм. Чылай вăхăтран ăшри тăвăл иртсе кăкăр уçăлнă пек пулчĕ. Çак самантра, хамран çĕр аллă çухрăмра пурăнакан хĕре умрах тăнă пек туйса лăпкăн каласа хутăм:
— Тĕрĕс, Лена! Тĕрĕс. Эсĕ ним чухлĕ те айăплă мар кунта. Сан пекех, эпĕ те айăплă мар. Эсĕ ăслă хĕр! Чăнах та пирĕн пурнăç çулĕсем çапла килсе тухрĕç... Анчах эпĕ сана урăх нихçан та кураяс çук ĕнтĕ! Ку çырăву та юлашки çыру пулчĕ пулĕ. Сана та телейлĕ ырă кун-çул сунатăп... Сывă пул! Сывă пул!..— терĕм.
Ку çыру чăнах та Ленăн юлашки çырăвĕ пулчĕ. Эпĕ хам та ун патне çырма пăрахрăм. Çавăнпа пĕрлех ăна часрах манма, чĕрене лăплантарма тăрăшрăм.
Анчах эпир шухăшлани тĕрĕс пулман иккен. Халăх калаçăвĕнче: сăртпа сăрт кăна тĕл пулаймаççĕ, çынпа çын тĕл пулма пултарать текен сăмах пур. Пирĕн пурнăçра та çакăн пек килсе тухрĕ.
6
Граждан вăрçине пысăк выçлăх çулĕсем çитсе пусрĕç. Ку йывăр тапхăрта ман хамăн та халăхпа пĕрлех шараçланса пайтах тӳсмелле пулчĕ. Шурă гварди шайккисем Вăтам Атăл тăрăхне тытса илсен те, Çĕпĕртен Колчак çарĕ хирсе килнĕ чух та халăх хушшинче — çамрăк совет влаçĕн органĕсенче ĕçлемелле пулчĕ. Выçă хуласемпе Хĕрлĕ Çар валли тырă, çăкăр, аш-какай туса памалла: хĕрлĕ салтаксене тумлантарма — тир, çăм, пир-авăр пухмалла, чарăнса ларакан поездсем валли вутă хатĕрлеттерсе ăна чугун çул станцийĕсем патне турттармалла. Çителĕклĕн ларса канма та, тăраниччен выртса çывăрма та вăхăт çук. Кунĕн-çĕрĕн васкаса, хыпаланса ĕçлемелле. Çапах та ку ĕçсене эпир, фронт çывăхĕнчи уездсемие вулăс совечĕсенче ĕçлекенсем, халтан кайнине туймасăр, пĕтĕм тимлĕхпе туса пытăмăр. Çавна пула Хĕрлĕ Çар тăшман çарĕсене хамăр пата çитичченех çĕмĕрсе кĕме памарĕ.
Хĕрӳллĕ вĕри ĕçсемпе тăватă çул иртсе кайрĕ. Çак тапхăрти васкавлă пысăк ĕçсем хушшинче манăн Лена пирки тунсăхлама мар, ун çинчен шухăшлама та вăхăт пулмарĕ темелле. Кирек мĕнле ĕçре те çĕнĕ юлташсем, çывăх туссем тупăнаççĕ. Манăн та çавăн пекех пулчĕ. Пĕрлехи ĕçсенче çĕнĕрен çĕнĕ юлташсем тупăнчĕç. Тăван çĕр-шывра тăтăшах кăмăла хумхатакан е савăнăçлă, е хуйхăллă пысăк ĕçсем пулса пынă тапхăрта, çамрăк совет влаçне мĕн чухлĕ те пулин пулăшасчĕ тесе пĕтĕм вăя хурса ĕçленипе тата лайăх юлташсемпе килĕштерсе пурăннипе, виç-тăват çул хушшинче эпĕ кичемлĕхпе тунсăх тенисене питех туймарăм та...
Йывăр самана хыçа тăрса юлчĕ. Лăпланнă пурнăç çултан-çул юсанса пычĕ. Çав вăхăтра эпĕ çывăх юлташсем чĕннипе тин çеç чăмăртаннă Чăваш автономи столицине — Шупашкара — куçрăм. Кунта пĕр хаçат редакцине вырнаçса журналист ĕçне вĕренме тиврĕ. Паллах, хаçат-журналта ĕçлесси те çăмăл мар. Хаçат ĕçĕсене тунă чух унта пĕтĕм ăса-пуçа кӳлсе, вĕсене малтан палăртнă план тăрăх виçеллĕ те лайăх, хăвăрт туса çитермелле. Апла пулин те иртнĕ вăрçăпа выçлăх çулĕсем совет органĕсенче канма пĕлмесĕр ĕçленисемпе танлаштарсан мирлĕ вăхăтра редакцинче ĕçлени мана темиçе хут çăмăл пек туйăнчĕ. Кунне сакăр сехет кăна ĕçлетĕн. Ĕçленĕ чух нервусене никам та турткаламасть. Ĕçӳ пĕтсен, каçпала, ирĕклĕн уçăлса çӳреме, канма е кирлĕ кĕнекесене тупса вуласа хăвăн пĕлӳлĕхне ӳстерме пултаратăн. Çакна пула çулталăкранах манăн сывлăх çирĕпленни палăрчĕ, эпĕ хам вăрçăра сусăрланнине те асăрхами пултăм.
Çĕнĕ вырăнта акă ĕнтĕ виççĕмĕш çул ĕçлетĕп. Килĕшрĕç мана хаçатри ĕçсем. Малтан корректорта, унтан вырăсларан чăвашла куçарас ĕçре, каярахпа хаçат страницисен пĕр пайне майлаштарса тăраканни пулса ĕçлерĕм. Юлашки çулĕнче час-часах тĕрлĕрен вулăссемпе ялсене тухса çӳреме тиврĕ, тĕрлĕ кăмăллă çынпа калаçма, паллашма тӳр килчĕ. Редакцине куллен таçтан та вуншар çыру пырса тăрать, вĕсене вуласа тишкеретĕн те тĕрлĕрен çын шухăшĕпе ĕçне пĕлетĕн, халăх пурнаçĕпе паллашатăн. Çапла вара республика хаçатĕнче ĕçлени мана Чăваш çĕр-шывĕн пурнăçне ывăç тупанĕ çинчи пек курса тăма май пачĕ.
Граждан вăрçи хыççăн тăват-пилĕк çултан Совет çĕр-шывĕ лайăхах ураланса вăй йлчĕ. Халăх пурнăçĕ аванланчĕ, унăн культурăлăхĕ те нумай ӳсрĕ. Аслă революци парас ырлăхсем совет ĕç çынни умне пĕтĕм калăпăшĕпе çывхарса килни палăрчĕ.
Ку вăхăтра ман хамăн пурнăçăм та пур енчен те аванланчĕ. Ĕçмелли-çимелли тĕлĕшĕнчен те, тумланасси енчен те пурте çителĕклĕ пулчĕ, укçа-тенки те çитсе пырать. Çак хушăра пĕр çитменлĕх пурри кăна хытах сисĕнчĕ. Ку çитменлĕх — эпĕ çаплах хусах пурнăçпа пурăнни. Халĕ ĕнтĕ эпĕ текех çамрăк йĕкĕт мар, часах вăтăралла çитетĕп. Анчах та авланман!.. Кунта çакна калас пулать. Арçын тени вăл пĕр çирĕм пилĕк урлă каçсан, ватă хусах шутне кĕрсен авланасшăн питех хыпмасть те вара. Çапах та хусах пурнăç мана тунсăхлатма тытăнчĕ. Майлă мăшăр тупсан авланни те пăсăк мар тесе шухăшлама пуçларăм эпĕ.
Пĕччен пирки апатланма кулленех столовăйсене çӳреттĕм. Ку тĕлĕшрен тăтăшах хула уçлăхĕнчи пĕр пысăк мар столовăя каяттăм. Унта мана пĕр Настя ятлă официантка килĕшетчĕ. Эпĕ хам ăна чăвашла «Наçтӳç» тесе чĕнеттĕм те унпа яланах калаçма тăрăшаттăм. Вăл, эпĕ ăшшăн калаçнине кура пулас, хăй те манпа лайăхчĕ, мана хуть хăçан та тараватлăн пăхма тăрăшатчĕ.
Ун чух хули пысăк мар пирки столовăйсенче те çын йышлах пулмастчĕ. Çакна пула официанткăсен апат çиекенсемпе калаçмалли пушă самантсем те чылаях тупăнатчĕç. Пуринчен ытла вĕсем апат вăхăчĕ иртес вăхăталла, çын сахал чух, калаççа ларма пултаратчĕç.
Эпĕ кăмăллакан официантка пит çамрăках та марччĕ. Вăл, çирĕм пилĕк урлă каçнăскер, чăмăр питлĕ те пысăк хура куçлă, вăтам пӳллĕ хĕрарăмччĕ. Сăмах тăрăххăн, вăл качча кайса уйрăлнă хĕрарăм тенине те илтнĕччĕ эпĕ ун çинчен. Анчах çав вăхăтрах мана вăл упăшкипе мĕншĕн уйрăлни питех хĕтĕклемерĕ. Унăн сăн-пичĕ, кĕлетки тата вăл уçă кăмăлпа калаçни килĕшетчĕ. Кăмăл туртнине пула эпĕ унпа хаваслансах калаçаттăм.
Хампа ăшшăн калаçнине кура ку официанткăн кăмăлĕ те лайăх пек туйăнчĕ мана. Анчах та унăн пĕр йăли килĕшсех каймастчĕ. Каçхи апатсене пырсан эпĕ çак официантка час-часах эрех-сăра ĕçсе ларакан çамрăксем таврашĕнче сăмах çапса, кулкаласа тăнине асăрхаттăм, хăйне ĕçме сĕнсен вăл туртăнса таманнине те кураттăм. Пуринчен ытла ун çумне пĕр сарă сăн-сăпатлă самăр арçынпа тепĕр хытканрах вăрăм йĕкĕт çыпăçатчĕç. Настя вĕсемпе хăй те манпа калаçнă пекех калаçса ларма юрататчĕ.
Официанткăн çакнашкал йăли килĕшсех каймастчĕ пулин те эпĕ ăна тиркеместĕм. Ун пирки çапла шухăшлаттăм: халь ирĕклĕ хĕрарăм-çке-ха вăл, чаракан çук, çавăнпа ĕçет пулĕ; упăшкасăр хĕрарăм арçынсемпе калаçма та пултарать ĕнтĕ теттĕм.
Пĕррехинче, çак официанткăпа лайăхрах калаçас тесе, эпĕ столовăя юриех апат вăхачĕ иртес тĕлелле тин пырса кĕтĕм. Унта пĕр-икĕ çын пурччĕ те, вĕсем те часах çисе пĕтерсе тухса кайрĕç.
— Ах, мĕншĕн кая юлтăр?!. Апатсем пĕтсе çитрĕç, тата юлнă пекки те халь сивĕннĕ ĕнтĕ! — терĕ те вăл мĕн пурри-çуккине пĕлме кухньăна васкарĕ. Унтан хыттăн калаçкалани илтĕнчĕ. Çакăн хыççăнах кухня чӳречине уçса ман çиме хура мăйăхĕсене икĕ еннелле пĕтĕрсе янă лутра та самăр повар пăхса илчĕ. Урăх сас-чӳ илтĕнмерĕ. Чашăк-тирĕксене çăвакан çеç уçса хунă кухня алăкĕ патĕнче шакăртатать. Часах иккĕмĕш официантка, ватăрах та типшĕм хĕрарăм, кухньăран васкасах тухса столовăй алăкне шалтан питĕрчĕ те, çиме пулас, каллех кухньăна кĕрсе кайрĕ.
Наçтӳç ман валли икĕ чашăкпах юлашки апат çимисене пырса пачĕ. Унтан хăй валли те илсе тухса манпа юнашар сĕтел патнех вырнаçса ларчĕ. Апачĕсем чăнах та сивĕннĕ ĕнтĕ, вĕсем тутлах та мар. Ун вырăнне мана илемлĕ официанткăпа юнашар ларни килĕшет.
Пирĕн хушăра малтан шӳтлесерех, унтан чăнласах та таттисĕр калаçу тапранса кайрĕ. Халь тинех ĕнтĕ эпир пĕр-пĕрин пурнăçĕ çинчен ыйта-ыйта пĕлтĕмĕр. Вăл хăй те эпĕ авланман çын тенине илтнĕ иккен, анчах та ăна ĕненсех кайман-мĕн. Мĕншĕн тесен арçынсем ют хĕрарăм умĕнче суйма юратаççĕ вĕсем тесе шухăшланă. Халь эпĕ чăнах та хусах йĕкĕт иккенне ĕненсен вăл ман çума тата ытларах çывхарчĕ, ман пурнăçпа интересленме пуçларĕ.
— Хăвăр çамрăках та мар. Пĕччен кичем пулĕ-çке? Мĕншĕн авланмастăр-ха вара? — тĕлĕнчĕ вăл.
Эпĕ ăна авланма майлă вăхăт та, килĕшӳллĕ мăшăр та тупăнманни çинчен каласа патăм.
— Кай, тĕлĕнтеретĕр! Авланасах тесен мĕнле вара ятарласах майлă вăхăт кирлĕ унта? Ăнланмастăп... Мăшăрне те тупма пулатех,— терĕ Наçтӳç кула-кула.
Хăй качча кайса уйрăлнине вăл пытармарĕ. Мĕншĕн уйрăлтăр тесе ыйтсан тытăнкаласарах çапла каласа начĕ:
— Упăшка пекки ман питĕ усал çын пулчĕ. Вырăнсăрах кĕвĕçетчĕ, ниме те шанмастчĕ. Ĕçсе ӳсĕрĕлсен хĕнесе пĕтеретчĕ. Тата ача-пăча таврашĕ пулмарĕ те пирĕн, çавăнпа нушшех ӳпкелешетчĕ... Тӳссе пурăнаймарăм. Уйрăлтăм та хулана килсе кĕтĕм... Юрать-ха, парти обкомĕнчи хĕрарăм пайĕ тăрăшниие çак столовăйра вырăн тунса пачĕç. Унта пĕр паллакан çын пурччĕ те, çав пулăшрĕ... Анчах та пурнăçăм çапах та çăмăл марманăн... Пĕччен эпĕ, чухăн,— терĕ вăл куçĕсене сăмса тутăрĕпе шăлкаласа.
Наçтӳç хăйĕн пурнăçĕ йывăр пулни çинчен каласан эпĕ ăна хĕрхенсе кайрăм. Эпĕ хĕрхеннине курсан унăн пысăк та хура куçĕсем пушшех шывланчĕç. Эпĕ ăна лăнлантарма тăрăшрăм.
— Ан хурлан-ха аплах. Халĕ ĕнтĕ эсĕ ирĕклĕ хĕрарăм; лайăх ĕçлесе пурăнсан хăвăн пурнăçна чиперех юсаса яма та пултаратăн акă,— терĕм.
Юлашкинчен эпĕ ăна кинона пыма чĕнтĕм. Вăл пĕр туртăнмасăрах килĕшрĕ.
Каçхине эпир Атăл хĕрринчи çуллахи театрта пултăмăр. Киноран тухсан бульварта çӳрерĕмĕр, нумай калаçрăмăр. Çав кунран пуçласа Настя манпа тусланса çитрĕ. Вăл мана юрататăп терĕ. Эпĕ хам та сивлемерĕм.
Тепĕр уйăхран çак хĕрарăм ман хваттере куçса пычĕ те эпир пĕрле пурăнма пуçларăмăр.
Палла тăран арçынĕсенчен уйăрас, çыпăçакан каччисене мантарас тесе пĕрле пурăнма пуçласанах эпĕ ăна столовăйри ĕçĕнчен кăлартăм. Вăл хваттерте ирĕклĕн пурăнма тытăнчĕ.
— Кĕнекесем, хаçат-журналсем вула, лайăхрах çырма вĕрен. Çитĕннĕ çынсен шкулне çӳресен аванччĕ те — кăмăлу темле? — терĕм эпĕ ăна хам пата куçса пырсанах.
Наçтӳç пуçне пăркаларĕ те шăппăн кулса илчĕ.
— Ытла та ансат пулать-çке капла манăн пурнăç! Ĕç сахаллипе кичем те пулĕ, асту!-терĕ вăл; анчах та çав самантрах шкула çӳреме килĕшменни çинчен пĕлтерчĕ.
— Шкулта вĕренме эпĕ текех çамрăк хĕр мар ĕнтĕ. Мана килĕшмест ку. Тата хут вĕренес ĕçе халь пуç та пымасть! — терĕ.
Наçтӳç çак вăхăтра «ĕç сахаллине кичем те пулĕ, асту!» — тесе асăрхаттарни тĕрĕс те пулнă иккен. Вăл ун чухне пурнăçĕ çапла килсе тухнине ĕçе хăнăхнă пулнă мĕн-ха, çавăнпа ĕçсĕр ларма ăна кичем пек те туйăннă. Анчах та эпĕ çакна, ăнланманнипе, шута илмесĕр хăвартăм. Çакă кайран иксĕмĕршĕн те питĕ сиенлĕ пулса тăчĕ. Манăн йăнăш эпĕ ун чух çак хĕрарăмăн пурнăçне çăмăлатасси çинчен, ăна пурăнма лайăх майсем туса парасси çинчен кăна шухăшланăран килсе тухрĕ... Эпĕ ăна вĕренмех хистерĕм:
— Вĕренесех пулать санăн, Наçтӳç. Çырăва сахал пĕлетĕн. Кăçалхи кĕркуннеренех акă çитĕннисен шкулне кайма пулать. Унтан рабфака çӳреме пуçлăн. Вĕренес тĕлĕшпе халь çитĕннисемшĕн те çул уçă,— терĕм эпĕ ăна татах.
Вăл чĕнмерĕ, малтанхи пек кулмарĕ те, хура куçĕсене мăч-мăч хупкаларĕ те çĕрелле пăхса пуçне пăркаларĕ. Ку, паллах ĕнтĕ, вăл вĕренме килĕшменнине пĕлтерчĕ. Çакăн хыççăн эпĕ ăна вĕренме текех хистемерĕм. Лайăх пурăннă чух вăхăт сисĕнмесĕр иртет. Икĕ çул пурăнтăмăр ĕнтĕ Наçтӳçпе пĕрле. Малтанхи тапхăрта уйăх хыççăн уйăх пĕр евĕрлĕ аван иртсе пычĕç. Пирĕн хушăра хирĕç-мĕн палăрмарĕ. Анчах мана вăл тăтăшах столовăйсене кĕрсе çӳреме тата май килнĕ чухне ĕçкелеме юратни çеç пăшăрхантарчĕ. Çапах та эпĕ: ку унăн столовăйра ĕçленĕ чухнехинчен юлнă йăли пулмалла, пурăна киле вăл ăна пăрахатех пулĕ-ха тесе лăпланаттăм.
* * *
...Туслашса чунтан калаçма пуçланă чухнех Наçтӳç мана хăй чухăнни çинчен пĕлтернĕччĕ, пурнăç çăмăл мар манăн тенĕччĕ. Вăл чăнах та чухăнччĕ вара. Ялтан хулана килнĕ чух унăн ик-виçĕ кĕпе те пĕр хура сăхман, кивĕрех пушмак тата ытти вак-тĕвек ăпăр-тапăр кăна пулнă. Столовăя кĕрсен вăл пĕр çула яхăн чашăк-тирĕк çуса пурăннă, ĕç укçийĕ пысăк пулман. Çапах та укçа пуçтаркаласа çитсă платьесем çĕлеттернĕ, майлăрах тутăрсем туяннă. Официантка чух вăл çавсемпе «капăрланкаласа» çӳретчĕ.
Пĕрле пурăнма пуçласан хам мăшăр çын арăмĕсенчен кая ан пултăр тесе эпĕ ăна вăй çитнĕ таран тумлантарма тытăнтăм. Пĕр-икĕ çул хушшинчех лайăх платьесем, хĕллехипе çурхи пальтосем çĕлеттертĕм, туфлисем илсе патăм. Тумланса пынă май унăн кăмăлĕ те улшăнчĕ: вăл хăйне мăнаçлă тытма пуçларĕ, ялтан килекен хĕрарăмсемпе вĕсем чухăн тумланнă пулсан тиркешсе те йĕрĕнерех калаçрĕ, час-часах театра, кинона, паллакан çыннисем патне хăнана кайса çӳреме пикенчĕ. Юлашки вăхăталла тата таçта кая-кая çухалма та пуçларĕ. Эпĕ занятирен таврăнатăп — Наçтӳç килте çук; манăн çиес килет — вăл нимĕн те хатĕрлемен. Хăш-пĕр чух апатне те хамах хатĕрлетĕп е столовăйне кайса çиетĕп.
— Ăçта çухалса çӳретĕн эс, Наçтӳç? Апат та пĕçерместĕн-çке? — тетĕп те ун пек чух, вăл вара мĕн те пулин каласа ĕнентеретех.
— Ксени Ивановнăсем патĕнче пултăм. Чĕнтĕр çыхма вĕренетпĕр унпа...
— Матрена Петровнăсем патĕнче лартăмăр; платьесем касса çĕлеме вĕрентет вăл мана...
Чĕнтĕр çыхма вĕренни те, çĕвĕ çĕлеме пĕлни те питĕ кирлĕ япала ĕнтĕ вăл.
— Апла пулсан юрать: вĕрен, лайăхрах вĕрен! Ку усăллă япала,— теттĕм те эпĕ урăх нимĕн те шарламастăм.
Пурте пур, пурте çителĕклĕ пекчĕ ĕнтĕ ку вăхăтра. Хваттер тĕлĕшпе çеç начартарахчĕ. Пĕр тăлăх мещен карчăкĕ патĕнче, унăн вăрăм та кивĕ пӳрчĕн картиш енчи пайĕнче пурăнаттăмăр та, эпĕ мăшăрланнă хыççăн кил хуçи усалланма тытăнчĕ. Анчах вăл мана мар, Наçтӳçе кăна юратмастчĕ.
— Тислĕк купинчен тухнă çарамас хĕрарăм тумланчĕ те сăмсине каçăртса пăрахрĕ! Çук, килĕшмест вăл мана! — хирĕçме тытăнчĕ çак хваттер хуçи, çамрăк мар хĕрарăм.
Наçтӳçĕн сăмсине каçăртасси чăнах та пурччĕ ĕнтĕ.
— Итле-ха, Наçтӳç,— теттĕм эпĕ ăна тăтăшах,— пуçна ан каçăрт! Асту-ха ик-виçĕ çул каялла ху мĕнле пулнине! Мăнаçланни вăл çыннăн культурăлăхĕ çуккинчен килет. Эсĕ вĕренесшĕн те мар-çке-ха тата?! Сана мăнаçланни ним чухлĕ те килĕшмест!
Пĕррехинче вăл çапла ӳкĕтленĕшĕн çилленчĕ те тутине пăркаласа ман çине хаяррăн пăхса илчĕ:
— Культура?!. Ху мĕнле культурлă çын-ши тата?!. Кашни кун, ир пуçласа каçчен, чăх-чĕп арпа çинче чаваланнă пек, хут купи çинче кăштăртатса ларатăн! Тьфу!
— Ну, юрать, эсĕ каланă пек пултăр эппин... Кала-ха: мĕнле пулмалла, мĕнле çӳремелле апла, сан шутпа, культурлă çынсен? — ыйтрăм эпĕ унран.
Наçтӳç айккинелле пăхса чылай вăхăт шарламасăр тăчĕ, унтан аллине сулчĕ те çапла каласа хучĕ:
— Культурлă çын тени таса, хӳхĕм тăхăнса çӳре мелле, хаклă пассутсем çинчен ĕçсе-çимелле, çынсем хушшинче хăйне мăннăн та кĕрнеклĕн тытмалла. Ну, вăт... Пĕр сăмахпа каласан, чаплă пурăнмалла.
Çак самантра эпĕ сасартăк чунăм Наçтьăран писме пуçланине туйрăм.
— Ăнланмастăн иккен эсĕ ку сăмах мĕне пĕлтернине. Йăнăш çулпа каятăн, Наçтӳç,— терĕм эпĕ.
Анчах калас тенине каласа пĕтереймерĕм, Наçтӳç хăвăрт кăна тумланчĕ те:
— Санăн культуру маншăн виçĕ пус та тăмасть! — тесе таçта тухса кайрĕ.
Эпĕ йывăр шухăша путрăм. Мĕн пирки, хăçантанпа капла пăсăлма тытăнчĕ ку?!. Халь кăна-и е тахçанах çакнашкал кăмăл туртăмĕсем пулма пултарнă унăн? Пĕр-пĕрин кăмăлне тĕплĕн пĕлсе çитичченех пĕрлешрĕмĕр çав. Юратсах та мар, хĕрхенсе, нушари çынна пулăшас тенипе çеç пĕрлешме килĕшрĕм пулас çав эпĕ унпа...
Çапах та эпĕ çак хĕрарăма чăн-чăн юлташла ӳкĕтлесе сăпайлă та йĕркеллĕ пулма вĕрентес шухăша пăрахмарăм-ха, вăл хăех ăнланса тĕрĕс çул çине тăрас шухăша та çухатмарăм.
Ăнчах нумаях та иртмерĕ, Наçтӳç çинчен манăн каллех путсĕр хыпар, пушшех те кӳрентерекен сăмахсем илтмелле пулчĕ...
Çу варринчи пĕр хĕвеллĕ, лăпкă вырсарни кун хула çамрăкĕсем Атăл леш енчи çерем çине кайрĕç. Эпир те каяс терĕмĕр.
Çӳçе-хăваллă сĕвек çыран хĕрринче халăх хĕвĕшет. Хăшĕсем Атăлта шыва кĕреççĕ, теприсем, ăшă шывра шапăлтатса ывăннисем, ушкăнĕ-ушкăнĕпе çыранти сарă хăйăр çинче хĕртĕнсе выртаççĕ е çаранлăхри çӳçе-хăва тĕмĕсем хушшине вырнаçса ларнă та — ĕçеççĕ, çиеççĕ, унтан та кунтан купăс сасси е патефон юрлани илтĕнет. Музыкăпа пĕрле çамрăксен юрри те шăранса янăрать.
Эпир, икĕ ушкăн, пĕр ватă тирек айĕнчи сулхăна вырнаçнă та кăвайт çинче чей вĕрететпĕр. Çак вăхăтра Наçтӳç хăйĕн çывăх юлташĕсене тупас тесе самантлăха Атăл хĕрринелле чупрĕ... Акă вăл кайни сехет çурă та иртрĕ. Пирĕн чей вĕрерĕ, сивĕнме пуçларĕ, юлашкинчен ăна ĕçме те лартăмăр, анчах Наçтӳç çаплах çук та çук. Чей ĕçсен ăна кайса шырарăм — тупаймарăм. Пĕлĕшсен умĕнче лайăх маррăн туйăнчĕ. Сумкăпа тумтирĕме илтĕм те Наçтӳçе шырамалла урăх çĕре каяс тесе тăраттăм. Шăпах çак самантра хăвалăхран купăс нăйăлтатни тата ӳсĕрсем çуйхашни илтĕнчĕ.
Эпĕ чарăнса тăтăм. Пирĕн лапсака тирек айне виçĕ арçын, виçĕ хĕрарăм пырса çитрĕç. Хăйсем ӳсĕр: сулкаланаççĕ, пĕрне-пĕри ыталаççĕ, турткалашаççĕ. Пăхрăм та — манăн куçсем чарăлсах кайрĕç: вĕсенчен пĕри манăн Наçтӳç пулчĕ кайрĕ! Вăл пуринчен те ӳсĕртерех пек туйăнчĕ мана — ура çинче те аран тытăнкаласа тăрать. Эпĕ ун патне пытăм та çынсем илтмен хушăра капла килĕшмест сана тесе ăна киле таврăнма чĕнтĕм. Наçтӳç ман çине тĕлĕнсе кайнă пек пăхрĕ те:
— Киле-е?! — тесе ыйтрĕ.
— Киле çав, киле... Еринен паром патнелле утар. Çул çинче ларса та канкалăнăр, — терĕм эпĕ ăна. Вăл çилленсе кайрĕ, унтах ахăлтатса кулнă евĕр турĕ те кăшкăрашма тытăнчĕ.
— Ниçта та каймастăн! Ман кил паян кунта!.. Эсĕ кам вара, çав териех мана чарма пăхатăн?! Кам эсĕ питех?.. Каяссу килсен — кай! А эпĕ пымастăп, хамăн туссенчен уйрăлмастăп,— терĕ те хайхи аллисемпе сулкалашса ӳсĕр юлташĕсем хушшине кĕрсе кайрĕ. Çакна асăрханисем пурте кулса ячĕç.
Усĕрсем хушшинче Наçтӳçе вăл столовăйра ĕçленĕ чухнех унпа туслашнă самăр та сарă арçын, Петухов тенĕскер, ыталаса илчĕ те çӳçе тĕмĕ айне лартрĕ.
— Маттур, Настя, маттур! Упăшкуна парăнмарăн! — терĕ вăл ăна çурăмĕнчен лăпкаса.
Ўсĕрсем юрлаççĕ, кăшкăрашаççĕ, сиккелеççĕ. Таврари çынсем вĕсем çине пăхса кулаççĕ. Хăш-пĕрисем тата, мана паллакансем, пĕрре ман çине, тепре Наçтӳç çине пăхкаласа хуллен тем мăкăртата-мăкăртата илеççĕ.
Тӳсме çук намăс пулса кайрĕ мана çав паллакан çынсем умĕнче. Çĕре кĕрсе каяс — шăтăк çук, вĕçсе тарас — çунат çук. Ўсĕрсенчен уйрăлтăм та аяккалла кайса тăтăм.
Çак самантра çерем çинче ларакан пĕчĕк ушкăнтан пĕр çивĕч сăн-питлĕ типшĕм арçын сиксе тăчĕ те ман пата утса пычĕ. Эпĕ ăна юлашки вăхăтра хулара куркаланă, анчах çывăххăн паллашман пирки хушаматне пĕлместĕп.
— Итлĕр-ха, юлташ... Хушаматăр Андреевчĕ-и çак сирĕн? Ну, юрĕ, уншăн каçарăр,— терĕ вăл мана тӳрех хăюллăн калаçма пуçласа.— Эсир ăçта ĕçленине пĕлетĕп-ха эпĕ, çавăнпа йĕркеллĕ çын пулĕ тесе шутлатăп...— Акă мĕн каласшăнччĕ эпĕ сире,Андреев юлташ...— Кунта вăл пăртак тытăнса тăчĕ те мĕн каламаллине шутласа илсе каллех хăвăрттăн калаçма пуçларĕ.— Итлĕр-ха, Андреев юлташ: мĕн тесе çыпçăннă эсир çав Настя Иванова çумне?! Эпĕ сире сума сунипе, пĕр пытармасăр тӳррипех калатăп. Тĕрĕсне каласа панăшăн ан çилленĕр, каçарăр мана!.. Пĕлетĕр-и, ырă таврашраи тухнă çын мар вĕт вăл. Хăй те ырă хĕрарăмах мар...
Ку сăмахсем манăн чĕрене çĕçĕ тăрăннă пекех туйăнчĕç.
— Ăçтан пĕлетĕр эсир ăна? — ыйтрăм эпĕ.
— Пĕлетпĕр. Питĕ аван паллатăп ăна,— терĕ типшĕм çын.
— Ырă-и, ырă мар-и, анчах вăл манăн арăм пулать-çке-ха! Манăн ăна чармаллах,— терĕм эпĕ ăна.
— А-а!.. Арăму пулать-и?! Эпĕ сире ахаль кăна пĕрле çӳретĕр пулĕ тесе. Апла пулсан урăхла,— терĕ те хайхи çын пĕр самант хушши чĕнмесĕр тăчĕ. Унтан эпĕ пăшăрханса пăлханнине асăрханă хыççăн хуллен кăна.— Пĕрлешни нумай пулать-и? — тесе ыйтрĕ.
— Икĕ çул ытла... Ку мĕн тума кирлĕ сире!? — ыйтрăм эпĕ хам та.
— Кирлех те мар та... анчах питĕ шел! — тесе хайхи çын ман патран кайма тăчĕ.
— Чим-ха, ырă юлташ,— терĕм эпĕ ăна кайма хускалнă çĕртенех тытса чарса.— Эсир калама пуçларăр пулсан сăмахăра каласах пĕтерĕр. Халь ĕнтĕ эпĕ лăпланма пултараймастăп. Мана вĕчĕрхентерсе çеç ятăр... Калăр-ха: ăçтан, мĕнле пĕлетĕр эсир Настьăна? Столовăйра ĕçленĕ чух паллашнă-и е ăçта та пулин урăх çĕрте тĕл пулнă?
Типшĕм çын тавăрса каличчен эпĕ ăна шăтарасла пăхса тăтăм. Вăл та мана тинкерсе пăхрĕ.
— Столовăйра ĕçлет-им вара вăл? Е икĕ çул каялла ĕçленĕ-и? — ыйтрĕ типшĕм çын. Анчах эп каласса кĕтмерĕ, Настьăна хăй мĕнле пĕлни çинчен каласа пама тытăнчĕ.— Халь кăна мар ăна эпĕ... Э-и-и, тахçантанпах пĕлетĕп... Эпир пĕр енчи çынсем-çке-ха унпа. Ялсем пирĕн юнашарах... Кунта, Шупашкарта, сахал курнă ăна. Мĕншĕн тесен эпĕ хам кунта килни те султалăка яхăн çеç-ха... Ик-виçĕ хутчен курнăччĕ пулас та, вăл манпакалаçмарĕ, яланах курмăш пулса пăрăнса иртсе кайрĕ. Хытах тарăхтарнă пулас çав эпир вĕсен таврашне...
Эпĕ шалтах тĕлĕнсе кайрăм. Чакăр кăвак куçлă типшĕм çын çине хытса кайсах пăхса тăратăп, вăл малалла мĕскер калассине сывламасăр кĕтетĕп. Анчах та халь ĕнтĕ вăл Наçтӳç çинчен хурласа калаçма чарăнчĕ,— унăн ашшĕне тата упăшкине çех хурларĕ. Арлă-арăмлă шутланакан мăшăр хушшинчи пурнăçа пăсас мар тесе пулас çак çын халĕ Наçтӳç пирки малтан хыттăн каланă сăмахне те çемçетсе тӳрлетме тытăнчĕ.
— Тĕплĕн тишкерсе пăхсан Наçтине хăйне хурламалли те çук-ха ăна... Ну, ашшĕ питĕ пуян çын пулнă та, уншăн хĕрĕ айăплă мар. Ашшĕ ĕçĕсемшĕн ачисем айăплă мар теççĕ вĕт! — тесе хучĕ вăл.
Эпĕ унăн ашшĕ-амăшĕ тата упăшки çинчен пĕлесшĕн пултăм. Пикенсех тĕпченине пула вăл каласа пачĕ:
— Пирĕн Елчĕк енче унăн ашшĕ пек паллă пуянсем сахал пулнă. Тырăпа суту-илӳ тăватчĕ. Революциччен Теччĕ хулинче те хӳхĕм çурт пурччĕ унăн. Граждан вăрçи вăхăтĕнче совет влаçне парас мар тесе тыррине пытарса хунăччĕ. Пĕр шăтăкран çĕр çирĕм пăт çĕрсе пăсăлнă ыраш тупса кăлартăмăр. Анкартинчи çапман тырă капанĕсене, виçĕ капан ыраша, хăех çунтарса янă тетчĕç. Çавăншăн айăпласа ăна суд турĕç. Кайран таçта, тĕрмере-и е урăх çĕрте-и, вилнĕ тетчĕç, ăна лайăх пĕлместĕп...
Малалла эпĕ çак çыннăн ячĕпе хушаматне те пĕлтĕм: вăл — Петр Михайлов иккен. Совет влаçĕн малтанхи çулĕсенче вăл вулăсри чухăнсен комитетĕнче тата вулĕçтăвкомра ĕçленĕ, каярахпа хăй ирĕкĕпех Хĕрлĕ Çара кайнă, граждан вăрçинче шуррисемпе çапăçнă. Михайлов тӳрĕ çын иккенни курăнать, çавăнпа та эпĕ унăн сăмахĕсене ĕненмесĕр тăма пултараймарăм.
— Настьăн упăшки те тӳрĕ çын пулмарĕ,— терĕ вăл эпĕ ыйтнисем çине хуравласа.— Ашшĕ ăна хăйсен ялĕнчи пĕр каскăн йĕкĕте качча панăччĕ. Упăшки вулăсри потребкооперацинче тăват-пилĕк çул хушши таварсем кӳрсе килес е пухса ăсатас енĕпе ĕçлерĕ. Çав вăхăтра лайăх çурт-йĕр çавăрчĕ. Унăн килĕнче час-часах ĕçкĕ-çикĕ пырать тетчĕç... Настя хăй те ĕçме вĕреннĕ пулĕ ĕнтĕ. Авă епле ашкăнать вăл паян кунта та! — хушса хучĕ Михайлов çӳçе тĕмĕсем хушшинче çуйхашакан ӳсĕрсем енне аллипе сулса.
— Вара упăшкипе мĕнле уйрăлчĕç? — ыйтрăм Михайловран.
— Мĕн мĕнле уйрăлмалли!.. Спекулянт, вăрттăн усламçă пулнă вăл... Ĕçне тĕрĕслесе тăракансем пулманнипе кооперативăн сакăр вунă пин тенкине хăй кĕсйине чикнĕ. Ну, пĕр хĕрĕх пинне, тен, тусĕсемпе пĕрле ĕçсе янă пулĕ... Ревизи комиссийĕ ĕçлемен. Кооператива çаратма ирĕк пулнă. Çакăншăн вара Настя упăшкине, правленин икĕ членне тата бухгалтерне те юсанмалли çурта хупса лартнăччĕ. Суд приговорĕ тăрăх айăпланнисенне пуринне те пĕтĕм çурчĕсене, мĕн пур пурлăхĕсене сутсă ячĕç. Ку Наçти те пĕр çийĕнчи тумтирĕсемпе çеç тăрса юлнă тетчĕç. Ачи-пăчи пулман унăн. Ну, ăçта каяс? Тухнă та килнĕ Шупашкара вырăн шырама,— каласа пĕтерчĕ Михайлов.
Эпĕ Настьăн упăшки халĕ ăçта пурăннине ыйтрăм.
— Ăна вунă çуллăха хупнăччĕ. Пурăнать-и вăл, çук-и, пурăнать пулсан — ăçта халь, ун çинчен пĕлместĕп. Лармалли срукĕ тулман пулмалла-ха,— терĕ вăл юлашкинчен.
Михайлов каласа панисем мана хытă тĕлĕнтерсе ячĕç. Пĕрре вĕри шыва, тепре сивĕ шыва кĕрсе ӳкнĕ пекех пултăм.
— Улталарĕ вăл мана! Хăйĕн вăрттăнлăхне пытарса пурăнчĕ... Çук, эпĕ унпа пурăнмастăп. Паянах уйрăлатăп! — терĕм те Михайлова тав туса Атăл урлă каçараканпаром патнелле пĕр-пĕчченех чупнă пек утса кайрăм.
* * *
...Наçтӳç хваттере çĕрле пулсан тин таврăнчĕ. Вăл пĕтĕмпех урăлса çитнĕччĕ ĕнтĕ. Пӳлĕме кĕрсенех кушетка çине тĕшĕрĕлсе анчĕ те нумайччен ĕсĕклесе йĕчĕ.
— Каçар мана, Çерки! Каçар!.. Çиллентертĕм... ӳсĕр пулнă эпĕ... Мана ытлашши ĕçтерсе тултарчĕç. Малашне нихçан та ун пек ăсран тухиччен ĕçсе ӳсĕрлес çук,—пăшăлтатрĕ вăл макăрнă май.
Эпĕ унпа калаçмарăм. Вăл нăшăклатнине илтес мар тесе тула тухрăм та сарайĕнчи сайхалăх çине хăпарса выртрăм. Анчах та çывăрасси пулмарĕ. Вĕçсĕр шухăш хупланипе пуç ыратма тытăнчĕ. Ирех сивĕ шывпа пит çурăм та кил хушшинче уткаласа çӳрерĕм. Ăш-чик уçăлнă пек пулсан пӳрте кĕрсе чей вĕретсе ĕçрĕм. Наçтӳç салтăнмасăрах выртса çывăрнă-мĕн, эпĕ тумланса ĕçе тухса кайнине вăл сисмерĕ.
* * *
Ашшĕпе упăшкин ирсĕр ĕçĕсем çинчен Михайлов каласа пĕтернисене тунса лартма Наçтӳçĕн май килмерĕ.
— Çаплах çав... Çавăн пекех пулнă,— терĕ вăл эпĕ каласа панисене хирĕç.
— Мĕншĕн эс малтанах тĕрĕссине каламарăн вара? Икĕ çул ытла пĕрле пурăнтăмăр — пурнăçăнти хура лапкăмсене паянчченех манран пытарса тăтăн: атте тахçанах вилнĕ, упăшкампа вăл усал пирки уйрăлтăм тесе тыттарса пурăнтăн. Аван мар ку! — терĕм эпĕ. Вăл кăмăлĕпе йăшса çапла каларĕ:
— Малтанах каламалла пулнă çав... Эпĕ хăяймарăм... Мĕнле хăюлăх çитерĕн-ха тăван аçупа упăшку пулнă çынсем çинчен тӳрех тĕппипе каласа пама? Мĕнле калас вĕсен аван мар шутланакан ĕçĕсем çинчен? Ун пек каласан эсĕ манран сивĕнĕн тесе хăрарăм эпĕ... Тĕрĕссине кайран, пурăна киле, пĕчĕккĕн пĕлтерсе пырăп тесе шутланăччĕ... Ну, упăшкам чăнах та усал пулнă манăн. Тупата туршăн — усалччĕ, хаярччĕ. Текех ĕçетчĕ те хĕнетчĕ. Ăна хупман пулсан та пурĕ пĕр унпа пурăнма май çукчĕ... Хăвах шутла-ха, ун пек çынпа мĕнле пурăнан?
— Мĕншĕн хĕнетчĕ вара?
— Кам пĕлет ăна! Ĕçсе ӳсĕрĕлсенех хирĕçме тытăнатчĕ те темскер ахалех ют çынсем çумне хушатчĕ, шанманçи пулатчĕ... Вара çавăрса илетчĕ те тӳпкеме пуçлатчĕ...
— Усал упăшкапа пурăнасси, чăн та, йывăр ĕнтĕ. Унпа тахçанах уйрăлмалла пулнă... Çапах та çав вăрă-спекулянта тытса хупиччен эсĕ унпа пĕрлех пурăннă-ха. Сăтăрла ĕçсемшĕн пĕтĕм пурлăхăра сутса ярсан тин ирĕксĕр уйрăлнă,— терĕм эпĕ.
Наçтӳç чылайччен шарламасăр ларчĕ, ним калама аптрарĕ. Юлашкинчен çеç:
— Çапла, йăнăшнă эпĕ. Ун патĕнчен маларах тухса кайма хăюлăх та çитереймен,— терĕ те пуçне усрĕ, куçĕсене шăлкаларĕ.
Çавăнтах эпĕ ăна ытлашши ĕçсе ют арçынсемпе ашкăннăшăн хăтăрса илтĕм. Çаплипех суйса-улталаса пурăнма пăхсан пирĕн хушăра нимĕнле килĕшӳ те пулма пултараймасть, уйрăлмалли çеç юлать тесе асăрхаттартăм. Вăл каçару ыйтрĕ, малашне тĕрĕс пурăнăп тесе ĕнентерчĕ. Эпĕ ăна хĕрхентĕм — каçартăм. Анчах та пирĕн хушăра ĕнтĕ малалла халичченхи пек юрату та, килĕштерӳ те пулмарĕ. Манăн юрату сивĕнчĕ. Вăл та юратмарĕ пулмалла, çапах та вăл хăй çакна систермерĕ, мана юратнă пек курăнма тăрăшрĕ.
7
Эпĕ хаçат редакцийĕнче ĕçлеме пуçлани тăватă çул çитрĕ. Çак хушăра унта ĕçлекенсем чылай улшăнчĕç. Хăш-пĕрисем урăх учреждение куçса кайрĕç, кайнисем вырăнне çĕнĕ çынсем пычĕç. Редакторсем те улшăнкаларĕç.
Пĕр вăхăтра, çулталăк ытларах, редактор замести телĕ вырăнне Федор Ложечкин ятлă çын йышăнса тăчĕ. Хаçатра вăл хăй статйисем айне яланах чăвашла «Кашăк Хĕветĕрĕ» тесе çыратчĕ те, эпир ăна кулкаласа хăйне те «Кашăк» тесе чĕнеттĕмĕр.
Кашăк Хĕветĕрĕ граждан вăрçинче аманса инвалид пулнă çынччĕ. Хурарах сăн-питлĕ те хун-хура куçлă харсăр этем, манран пĕр-икĕ çул кĕçĕнтерехскер, икĕ костыль çинче уртăнса хăрах урипе çеç çăмăллăн пускаласа çӳретчĕ. Çӳреме йывăр пулин те Кашăк хăйне паттăррăн тыткалатчĕ, чĕлхи-çăварĕпе маттур калаçатчĕ.
Пĕр шăмат кун каçпала редакцинче ĕçсем пĕтсен Кашăк мана хăй кабинетне чĕнсе кĕртрĕ.
— Лар-ха пăртак, пĕр сăмах калам сана,— терĕ вăл хура куçĕсене йăлкăштарса пăхса.
— Мĕн-ши тата? Темле савăнăçлă хыпар пулĕ-ха? — терĕм эпĕ ун çине тинкерсе.
— Савăнăçĕ-качки нимĕнех мар та, пурнăçра лайăх улшăну пулчĕ. Маншăн ырă пулсан — санăн та савăнмалла, мĕншĕн тесен эпир иксĕмĕр те вăрçă инваличĕсем! — терĕ вăл.— Пĕлместĕн-ха эсĕ,— терĕ вăл малалла йĕпкĕн хура куçĕсене хĕскелесе,— эпĕ çĕнĕ хваттере куçрăм вĕт! Паян виççĕмĕш кун ĕнтĕ çĕнĕ çĕрте.
— Укçу пултăр, ытларах тӳле — хваттерне тупма пулĕ ăна. Лайăххине те тупма пулĕ. Çавах та çын патĕнчи хваттерĕн савăнăçĕ сахал унăн: пур енчен те çурт хуçине пăхăнмалла. Хытă пăхăнтараççĕ... Коммунальнăй хваттер илсенччĕ! Вара савăнма нулать, — тесе хутăм ăна.
— Тĕрĕс. Вăл апла-ха,— терĕ Хĕветĕр йăлкăшма пăрахса. — Пĕлетĕн-и, ку мĕнтен лайăх мана? Çывăхра! Редакцине çӳреме çывăх; пире, инвалидсене, çавă питĕ хаклă!.. Хваттер пӳлĕмĕ пысăках мар та — çутă, таса... Тата хваттер хуçи арăмĕ питĕ тараватлă, ырă хĕрарăм. Мана, инвалида, хĕрхенчĕ: куллен апат пĕçерсе парать, хура кĕпе-йĕмсене çуса пама пулчĕ. Кусене пурне те вăл тӳлевсĕр, хваттер укçи шучĕпех туса паратăп терĕ...
Юлашкинчен Хĕветĕр мана хăй патне пырса курма чĕнчĕ.
— Ыран вырсарни кун, редакци ĕçлемест. Пырса кур-ха. Ирпеле эпĕ ниçта та каймастăп, хваттертех пулатăп, —терĕ те хăй патне хăш урампа мĕнле пымаллине каласа пачĕ.
...Тепĕр кунне, кăнтăрла çитес умĕн, Хĕветĕр патне кайрăм. Хĕвеллĕ çанталăк тăрать, анчах та шăрăх мар, уçă та лăнкă; хула хушши канлĕн те пĕр тикĕссĕн сывлать. Çакна пула чĕрере те лăпкă, ырă туйăм çĕкленет.
Кукăр-макăр тăкăрлăкпа хăпарса Хĕветĕр каланă çурта тупрăм. Вăл çӳллĕ мар, икĕ пӳрте сыпăнтарса лартнă кивĕ, вăрăм çурт.
Питĕрнĕ калинккене шаккарăм та кĕтсе тăратăп. Пĕр карчăк кăштăртатса тухрĕ.
— Кам кирлĕччĕ сире? — ыйтрĕ вăл пысăк мар калинккене кăшт кăна уçса пăхса.
— Ложечкин Федор ятлă çын пурăнмасть-и кунта? — ыйтрăм эпĕ кăшт каялла чакса тăрса.
— Ложечкин?.. Эсир ун патне-и? — терĕ карчăк, янахĕ айĕнчи пушанса хутаçланнă ӳт хутланчăкĕсене пӳрни вĕçĕсемпе сăтăркаласа малтанхи пекех хуллен хушса хучĕ. Пурăнать... Анчах халь килте çук-ха вăл, паçăрах таçта тухса кайнăччĕ те — таврăнмарĕ.
Эпĕ сасăпах ӳпкелешсе илтĕм:
— Килтех пулатăп терĕ-çке! Ăçта хăямата тухса кайнă тата?! Хăй панă сăмахне манса кайнă эппин!
Карчăк калинккине хупса лартсан кăштах чакса аяккалла кайрăм. Эпĕ тӳрех утса каймарăм-ха: малтанах Хĕветĕр таврăнмасть-ши тесе тăкăрлăк еннелле пăхса тăтăм, унтан вăл пурăнакан çурт умнелле пырса унăн пахалăхне сăнарăм. Вăл — урам кассине тăрăх ларакан вăрăм та лутра, кивелсе шултăркаланă çурт. Урам еннелле — тăватă чӳрече, вĕсенчен иккĕшĕ яри уçă тăраççĕ.
Пӳртрен пĕчĕк ача макăрни илтĕнчĕ. Çав вăхăтра калинкке енчи уçă кантăкран çамрăк хĕрарăм пуçĕ курăнса кайрĕ. Вăл — çӳхерех питлĕ те çыранка шурă сăнлă, пысăк куçлă. Пушшăн яваланă пысăк çивĕтне ĕнси хыçнелле çавăрса çыхнă, çивĕтне кĕмен сарă çӳç пайăркисем шурă çамкипе тăнлавĕсем çинелле усăнса тăраççĕ. Ку хĕрарăм, паллах, пĕчĕк ачине ĕмĕртсе ларнă пулас та кайма пĕлмен ют çын хăйсен çурчĕ умĕнче тăнине туйса ăна пăхма тăнă пулĕ.
Малтан вăл ман çине ним чĕнмесĕр кăна пăхрĕ, унтан темле пăлханнă пек пулса кайрĕ,— унăн кăвак куçĕсем чарăлчĕç, хайхи, пуçне кантăкран илчĕ те кăшт каялла чакса тăчĕ.
— Ложечкин патне килнĕччĕ те... Вăл çук-мĕн...— терĕм эпĕ.
— Çук çав, таçта кайрĕ... Çыру илчĕ те паян, ыран-виçминех Хусана каймалла пулать тесе калаçкаларĕ... Ăçта кайрĕ — пĕлместĕп,— терĕ те хĕрарăм çемçе сасăпа каллех кантăк енне пĕшкĕнсе аллисемпе чӳрече ани çине тĕренчĕ. Вăл манпа калаçасшăн пулни сисĕнчĕ. Вăраххăн пуçланнă калаçура вăл эпĕ Ложечкинпа пĕрле хăçантанпа ĕçлени тата Шупашкарта хăçантанпа пурăнни çинчен ыйтса пĕлчĕ.
— Пĕрле ĕçлетĕр, туслă пурăнатăр пулсан эсир иксĕр те пĕр енчи çынсемех пулĕ-ха? Вăл таçтан, Тутар республикинчен тет-и çав? — ыйтрĕ вăл.
— Çапла, вăл инçетрен... Эпĕ хам аякриех мар,— терĕм ăна.
Хĕрарăм сасси чĕтренсе илчĕ, кăвак куçĕсем пĕрре хĕсĕнсе, тепре чарăлса кайса пăхрĕç. Калаçнă хушăрах тата унăн пĕчĕк пичĕ те е хĕрелчĕ, е шуралчĕ.
Сăпкари ача хытăран хытă çухăрма пуçларĕ. Çак самантрах таçтан тăват-пилĕк çулхи арçын ача чупса тухрĕ. Вăл амăшĕ умне кĕрсе тăчĕ те чӳрече ани çине хăпарса выртрĕ, хăй амăшĕпе калаçакан çын çине шăтарас пек пăхма пуçларĕ. Хĕрарăмăн калаçăва татмалли сăлтав тупăнчĕ.
— Ах, ачам макăрать! — терĕ те вăл сăпки еннелле çаврăнчĕ, хушса хучĕ.— Ложечкин таврăнать те пулĕ-ха. Эсир ăна кĕтсе ларма пултаратăр. Кил картишне е унăнхваттернех кĕрĕр те ларăр акă.
Эпĕ кĕтсе тăма килĕшмерĕм.
— Тен, урамра тĕл пулăп ăна. Вара каялла таврăнăп... Халь тĕл пулмасан кайран килме пултарăп,— терĕм те тăкăрлăкпа анаталла утрăм.
— Кайран килĕр эппин,— тесе юлчĕ тарават кăмăллă хĕрарăм.
«Çак пулĕ-ха ĕнтĕ Хĕветĕр мухтакан кил хуçи арăмĕ. Чăнах та уçă кăмăллă çын ку!» — шухăшларăм эпĕ.
Урамалла аннă вăхăтра каялла çаврăнса пăхрăм. Хĕветĕр пурăнакан Поповсен çурчĕ лайăх курăнать. Çак самантрах мана унăн уçă чӳречинчен паçăр ача тытса тăнă хайхи хĕрарăм та курăнса кайрĕ. Вăл эпĕ епле утса пынине сăнаса тăнă иккен. Эпĕ çаврăнса пăхнине асăрхасан хĕрарăм айккинелле пăрăнчĕ, мана курăнми пулчĕ.
«Мĕнле хĕрарăм вара ку?! Вăтанчăк, именчĕк пек хăй...» шухăш çиçсе иртрĕ пуçăмра.
Хĕветĕре эпĕ тепĕр кунне тин, редакцине ĕçе пырсан кăна, тĕл пултăм.
— Каласа пачĕç мана эсĕ пыни çинчен, Çеркей... Килте пулаймарăм, каçар... Хусантан çыру илтĕм. Унта пурăнакан тете ачи çырса янă. Ашшĕ йывăр чирленĕ тет те, мана васкасах пыма чĕнеççĕ. Çыруне илсенех отиуск ыйтма редактор патне — хваттернех кайрăм... Акă, халех ĕç укçи илетĕп те пăрахутпа тухса каятăп,— терĕ вăл мана.
...Хĕветĕр Ложечкин Хусана кайнăраниа виç-тăватă кун иртсе кайрĕ. Пĕррехинче каçпала, ĕçрен тухнă хыççăн ерипен утса хваттере таврăнатăп. Тăвайккиллĕ урамран антăм та Чернышевский урамĕ урлă каçса Хĕрлĕ площаделле тухатăп... Кăнтăрла çумăр çунăччĕ те, çанталăк халĕ те пĕлĕтлĕрех тăрать-ха; сывлăш уçă, çула тăрăх шыв кӳлленчĕкĕсем çуталса выртаççĕ, нӳрĕ çĕр урасене çыпăçать. Хĕвел анăç енче кăна пĕлĕтсем таткаланнă та, вĕсен хушăк çурăкĕсенчен хĕвел çути çиçсе ылтăн пек йăлкăшать.
Уçă сывлăша кăкăр туллин çăта-çăта пыратăп. Умра та, хыçра та — çынсем. Вĕсенчен хăшĕ мана хирĕç, Атăл хĕрринелле, хăшĕ хула хушшинелле утаççĕ, Кам, мĕнле çын иртсе каять — эпĕ вĕсем çине сăнаса та пăхмастăп, ыранхи ĕç çинчен шухăша кайнă та пуçа чиксе утатăп.
Çав самантра сасартăк çывăхрах сасă илтĕнсе кайрĕ:
— Сывă-и, çамрăк çын! Мĕнле пурăнатăр?
Пуçа çĕклесе пăхрăм та хамран икĕ утăмра аллине сăран сумка тытнă хĕрарăм тăнине курах кайрăм. Вăл кĕрен тĕслĕ платье тăхăннă, пуçне кăвак клеткăллă çӳхе тутăр çыхнă. Сенкер кăвак куçлă та пĕчĕк туталлăскер, вăл ман çине шăппăн, кулараххăн пăхса тăрать.
Эпĕ малтанах вăл мана палламасăр, йăнăшпа чĕнчĕ пулĕ тесе шухăшларăм. Йăнăшпа пулсан ун пек чарăнса тăрсах сывлăх сунни ăна хăйнех аван мар тăвать: вара мĕн калаçмалла, мĕн тесе уйрăлмалла? Анчах унăн кулса тăракан сăн-питне курсанах манăн чун çĕкленсе кайрĕ.
— Сывă-ха, аван...— терĕм те эпĕ ун çине пĕр хушă ним чĕнмесĕр пăхса тăтăм.
— Палламастăр-им мана, çамрăк çын? — терĕ хĕрарăм халь ĕнтĕ сасăпах кулса.
— Чим-ха, чим... Мĕнле палламастăп пулĕ вара?! — терĕм эпĕ хам та савăнса ӳксе.— Эсир Попова юлташ вĕт-ха? Урăхла тумланнă та — сăн-питĕр те улшăннă пек. Эпĕ чăнах та хăвăртах паллаймарăм сире. Каçарăр, тархасшăн!
— Эпĕ сире курсанах палларăм... Эсир паллайми пулнă эппин? — терĕ Попова малтанхи пек шăппăн кулса.
— Палларăм-çке ĕнтĕ! Попова юлташах пулĕ тесе шутлатăп? Ну, ятăра, аçăр ятне пĕлместĕп вара... каçарăр,— терĕм эпĕ.
Хĕрарăм сăн-иичĕ сӳрĕкленчĕ. Анчах пĕр сиктерме сĕр пăхакан кавак куçесенче çаиах кулаш мвлки иурри палăрать-ха.
— Юрать. Тĕрĕс: Попова пулам... Ну, урăх енчен палламастăр-и мана? Нихăçан та, ниçта та тĕл пулман-и вара? — ыйтрĕ вăл халь ĕнтĕ пĕр кулмасăр.
Эпĕ аптраса тăтăм, унтан пуçăма сулкаларăм та:
— Çук, астумастăп. Чăн та, пĕрре пăхсан, таçта курнă пек те туйăнать. Анчах ăçта, хăçан?.. Астуса илме пултараймастăп,— тесе хутăм.
Поповăн сăнĕ тĕксĕмленчĕ.
— Астумастăр эппин? Мантăр пулать!? Эпĕ мĕнле астăватăп-ши тата? Эсир Сергей Андреевич ятлă вĕт-ха? Çапла-и? — ыйтрĕ вăл каллех тепĕр çур утăм чухлĕ çывхарса тăрса.
— Çапла, Сергей Андрейч,— терĕм эпĕ.
— Ак мĕнле! Эпĕ сире питĕ лайăх астăватăп. Эсир — çук! — тĕлĕнчĕ Попова.
— Маннă та ĕнтĕ, мĕн тăвас? — хуравларăм эпĕ, каллех пуçăма сулкаласа.
— Маннă?!. Тен, юриех палласшăн мар пулĕ? — терĕ те вăл кайма хатĕрленсе айккинелле чакса тăчĕ.
— Çук, юри мар, Попова юлташ. Ăçта, хăçан тĕл пулнă эпир — астăваймастăп. Калăрччĕ ĕнтĕ, ăçта?..— кăмăл çĕкленнипе кулараххăн ыйтрăм эпĕ.
Эпĕ кулса ыйтни ăна килĕшмерĕ, вăл мана хăйĕнчен тăрăхласа кулать тесе кӳренчĕ пулмалла. Попова урăх чĕнмерĕ, пĕр самант хушши шăппăн кăна хытса тăчĕ. Унтан хăвăрт хускалчĕ те аллипе сулса:
— Çук, каламастăп! Палламастăр пулсан сире тытса чарни те ахалех пулчĕ. Каçарăр!.. Ну, сывă пулăр! — терĕ те малалла утса кайрĕ.
Манăн çĕкленнĕ кăмăл хăвăрт вĕчĕрхенсе кайрĕ. Пĕр саманта курăнса çиçнĕ çăлтăра каллех хура пĕлĕт хупласа илнĕ пекех туйăнчĕ.
— Попова юлташ!.. Попова юлташ! — кăшкăртăм эпĕ ун хыçĕнчен утса.
Вăл каялла çаврăнса пăхрĕ.
—Ну, мĕн эсир?! Аван мар ун пек! — терĕ те вăл кӳренчĕклĕ саспа каллех утса кайрĕ.
Эпĕ юлмарăм, ун хыççăнах утса вăл илтмелле каласа пытăм:
— Эсир ман чĕрене хускатрăр, канăçлăха пĕтертĕр..Халех каласа памасан сирĕн хыççăн хăвăр килĕрех пыратăп, Попова юлташ...
Вăл чарăнса тăчĕ.
— Эх, эсир те çав!.. Пĕр çыпăçсан — сухăр пекех пулмалла тата! — тесе йăвашшăн йăлкăшса кулчĕ.
— Каламасан шухăша кайнипе кĕçĕр ман ыйхă та килеес çук. Эсир — ку юри палламанçи пулать, хăвăртан тăрăхласшăн тетĕр пулĕ. Çу-ук! Эпĕ ун пек çын мар... Пĕлместĕр-им пирĕн самани мĕнле пулнине? Вăрçăллă, вут-тăвăллă, выçлăхлă çулсем тертлентерсе пĕтерчĕç, тĕрлĕ енне турткаларĕç. Таçта та çитсе çапăнмалла пулчĕ. Çак çулсенче нумай çынпа тĕл пулса калаçма, паллашма тиврĕ. Шухăшлăр-ха: çав çынсене пурне те мĕнле майпа хăвăртах астуса илме пултаратăн? — терĕм эпĕ ăна.
— Ах, Сергей Андреич! Мĕнле ун пекех манакан пулнă-ха эсир вара? Ман ĕненессĕм килмест!.. Чим-ха апла: Сережа тесен астăватăр-ши хуть? — кулса илчĕ Попова.
Эпĕ темле сапаланчăк та уçăмсăр тĕлĕкрен хăтăлнă евĕр пулса кайрăм.
«Сережа... Сережа!..»
Тăн-пуçăм таçталла, инçетри çулсем хушшинелле кайса, тахçан тĕл пулса паллашнă хĕрсен сăнĕсене тĕрĕслесе тухма тытăнчĕ. Анчах та Попова нумай шухăшласа тăма памарĕ.
— Итлĕр-ха, революциччен... эсир Нурăс больницинче выртнăччĕ-и пĕрре?.. Унта мĕнле санитарка пурччĕ, астумастăр-и?.. Кайран ик-виçĕ çул хушши çав санитарка патне çыру çырса тăмарăр-и?.. Камччĕ-ха çав санитарка, астăватăр-и ăна? — терĕ вăл ман паталла утса пырса. Ыйтусем панă май унăн кăвак куçĕсем малтан калаçнă чухнехи пекех йăлкăшса кулчĕç.
— А, Лена!.. Елена Яковлевна!.. Эсир пултăр-и ку капла?.. Мĕнле улшăнса кайнă! — кăшкăрса ятăм эпĕ, хăвăртрах унăн аллине тытса чăмăртарăм та ăна нумайччен хам алăсенчен вĕçермерĕм. Ман ăна çавăнтах ыталаса чуп тăвассăм килчĕ. Анчах та аслă урамрах, иртен-çӳрен халăх умĕнчех ун пек юраманнине астуса чарăнса тăтăм.
Попова хăй аллине манран вĕçерсе илчĕ те хуллен кăна:
— Ун пекех харсăрланма юрамасть. Эпĕ халь хĕр мар ĕнтĕ,— тесе хучĕ.
Вăл асăрхаттарнине эпĕ кăмăлласах йышăнтăм, мĕншĕн тесен ăна эпĕ хам та ăнланатăп.
— Ну, халь астуса илтĕр-и ĕнтĕ? — ыйтрĕ Лена çавăнтах, кăмăлĕ пăлханнăран пулас, чĕтрекен сасăпа.
— Астумасăр! Халь питĕ лайăх астăватăп... Унтанпа ĕнтĕ вунă çул иртсе кайнă, анчах та санăн... сирĕн... ун чухнехи çамрăк сăну каллех куç умне паянхи пек тухса тăчĕ... Эпĕ сана халĕ те ĕлĕкхи пекех хĕр сăн-сăпачĕпех пурăнать пулĕ тесе шутланă. Çавăнпа тӳрех палласа илме пултараймарăм пулĕ. Тепĕр енчен тата эпĕ сана çак хулара курасси çинчен тĕлленме те пултарайман!.. Эй, мĕнле телей килсе тĕл пулма май пачĕ пире, Лена! Савăнăç-çке ку! Вĕçĕмсĕр савăнăç ман паян! — терĕм те эпĕ тăраничченех калаçас тесе Ленăна Атăл хĕррине кайма чĕнтĕм. Вăл пĕр çур сехетлĕхе пыма килĕшрĕ. Анчах та чун-чĕререн хавасланса калаçнипе пирĕн çур сехет мар, икĕ сехет те ытларах иртсе кайрĕ.
* * *
Çӳллĕ çыран хĕррипе тăвалла хăпарса ватă çăкасен бульварне кĕтĕмĕр. Кунта çын сахал-ха. Хамăртан тăварах кăна, çыран хĕрринче виç-тăватă хĕр калаçса тăни тата анатарах икĕ каччă пирус туртса ларни курăнать. Ватă çăкасемпе лапсака тирексем хушшинче çерçисем кăна савăнăçлăн чĕриклетсе вĕçкелеççĕ. Эпир те хамăра ирĕклĕн тытса çеремлĕ çыран хĕрринчи пĕр тенкел çине лартăмăр та нихçан калаçса пĕтермесле ăшшăн пуплеме пуçларăмăр.
— Эсĕ те чылай улшăннă, Сережа... Çапах та эпĕ сана часах палласа илтĕм,— терĕ вăл мана тенкел çине ларсанах.
Малалла Лена эпĕ авланнипе авланманни çинчен тата ку хулана хăçан куçса килни çинчен ыйтса пĕлчĕ.
— Арăму мĕнлескер? Ачăрсем те пулĕ-ха?.. Юратсах пурăнатăр-и тата? — ыйтрĕ вăл сасартăк пĕр вăхăт калаçса ларнă хыççăн.
— Хурламаллах мар пек. Ачасем çук. Пурăнасса — аптрамаллах мар пурăнкалат-пăр,— терĕм эпĕ хам кампа тата хăçан мăшăрланни çинчен каласа панă хыççăн.
Вăл ман çине сăнаса пăхса илчĕ те — кулмарĕ, арăм пирки текех шарламарĕ, хăвăрт урăх сăмах çине куçрĕ.
— Пĕлместĕн-ха, Сережа. Эпĕ сана хамăр пата пыричченех, хула хушшинче виç-тăватă хутчен те курнă вĕт, - терĕ вăл ăшшăн кулкаласа.—Кашни курмассеренех чарăнса тăрса куçран çухаличченех пăхса юлаттăм. «Ах турух, çавах-ши е ун евĕрлĕ урăх çын-ши?» тесе шухăшлаттăм. Анчах йăнăшас мар тесе сăмах хушма хăяймарăм. Мĕншĕн тесен эсĕ ку хулана килсе вырнаçни çинчен эпĕ хам та пĕлеймен-çке-ха...
Унтан Лена эпĕ ыйтнипе кĕскен хăй юлашки вунă çул хушшинче мĕнле пурăнни çинчен каласа пачĕ.
Вăл 1918 çулта кĕркунне качча тухнă. Упăшки пуласси ун — Михаил Николаевич Попов — революциччен вулăсри писарь помощникĕ пулнă, революци хыççăн вулăс ĕçтăвкомĕн секретарĕнче ĕçленĕ, хальхи вăхăтра республикăри финанс комиссариатĕнче ревизор пулса ĕçлет. Ревизи ĕçĕпе тăтăшах вулăссенче çӳрет иккен. Ку вăхăтра та пĕр эрне ытла ĕнтĕ вăл тахăш вулăсра пурăнать. Вĕсен халĕ икĕ ача-мĕн: пĕри пиллĕкре, тепри вунă уйăхра. Ачисем вĕсен татах та пулнă, анчах пурăнман... Поповсем Шупашкара пĕр çулталăк каялла, 1925 çулта кăна куçса пынă. Вĕсем пурăнакан çурт хăйсен мар, упăшки мăн акăшĕн пулнă иккен. Мăн акăшĕ — Михаил Николаевич ашшĕн йăмăкĕ, ача-пăчасăр карчăк — старикĕ вилсен Поповсене хăй патне чĕнсе илнĕ те пĕтĕм çурт-йĕрне вĕсене халалланă. Халь ĕнтĕ вĕсем çав çуртра хăйсен килĕнчи пекех пурăнаççĕ.
Упăшкăрпа мĕнле пурăнатăр тесен, Лена, ман пекех, хăй мăшăрне ни ырламарĕ, ни хурламарĕ.
— Пĕр усал йăли пулмасан аванах тейĕттĕм эпĕ ăна. Ĕçме вĕренсе кайрĕ! Ўсĕр чух тата чăкăлташма тытанать. Çак йăли лайăх мар! — тесе хучĕ вăл.
— Апла пулсан мăшăр тĕлĕшпе санăн та манăнни пекех килсе тухнă-мĕн, Лена! — терĕм эпĕ ăна.
Унăн йăвашшăн йăлкăшакан кăвак куçĕсем манăн куçсене тинкерчĕç. Вĕсем мана темĕнле кăшт кăна тусанпа витĕннĕ, шанма пуçланă утмăл турат чечекĕсем пек туйăнчĕç. Анчах та кĕç-вĕç хăрса типес евĕрлĕ мар, пĕрре çумăр çусанах çĕнĕрен чĕрĕлсе ешĕрес кăвак чечек евĕр курăнчĕç.
— Эсĕ те хăвна ун пек шутлатан-и? — ыйтрĕ вăл ман патарах сиксе ларса.
— Çапларах çав. Йăнăшрăм пулас. Пĕр-пĕрин кăмăлĕпе пурнăçне лайăх пĕлсе çитичченех пĕрлешрĕмĕр... Хусах пуççăнах ватăлса каяс мар тесе васкарăм,— терĕм ăна.
Лена чылай вăхăт чĕнмесĕр пăхса ларчĕ. Унăн сăн-питĕнчен халĕ чĕрине темĕнле шеллĕх тата хĕрхенӳ туйăмĕ капланса килни палăрчĕ. Ку туйăм ăна, паллах, хамăрăн хыçа тăрса юлнă ĕмĕт-шухăшсем пурнăçа кĕреймесĕр юлнине аса илнинчен килчĕ пулмалла. Çак вăхăтра вăл манăн чĕре мĕнле тапнине туяс, пуçри шухăшсем мĕнле çаврăннине курас тенĕ пекех ман çине пушшех те витĕмлĕн тинкерсе пăхрĕ.
— Апла эппин. Сан пурнăçу та манăнни майлах пулса тухнă,— терĕ те вăл ларсан-ларсан малалла васкамасăр хăй Поповпа мĕнле пĕрлешнине каласа пачĕ.— Энĕ ăна лайăх пĕлсех качча тухрăм... Чылаях çăмăлттай та вĕçкĕн çынччĕ вăл. Ун чухнех ĕçкелеме юрататчĕ. Хытă çыпăçрĕ ман çума, сухăр пекех. Атте-анне те парасшăн пулчĕç. Çитĕннĕ кайăк чĕппине текех йăвара ларни килĕшмест тетчĕç. Вара хам та килĕшрĕм. Асăрхаттарсах тăрсан кăмăлĕ лăпланĕ, тен, хытăрах ӳкĕтлесен — ĕçме те пăрахĕ тесе шухăшларăм. Çук, тӳрлетеймерĕм. Юсанса çитесси те курăнмасть! Ытларах та ытларах ĕçме пуçларĕ... Мĕн тăвăн? Пурăнасах пулать: халь ĕнтĕ çемье — ачасем çыхаççĕ пире.
— Апла иккен, Лена, санăн пурнăçу,— терĕм эпĕ вăл чарăнсан.— Ну, мĕнле пурăннă пулăттăмăр-ши эпир иксĕмĕр ун чухнех пĕрлешнĕ пулсан? Аванах пурăнаттăмăр пуль: пĕр-иĕрне юрататтăмăр, килĕштереттĕмĕр, хамăра телейлĕ тесе шутлаттăмăр... Анчах та самани йывăр пулчĕ, пире вăл икĕ еннелле уйăрса ячĕ.
Лена шăппăн кулса илчĕ.— Пурăнаттăмăр пулĕ, Сережа. Чиперех пурăнаттăмăр та! — терĕ те вăл пĕр самант хушши шухăша кайса ларчĕ, унтан ман çине пăхса лăпкă сасăпа вăраххăн хушса хучĕ: — Анчах та пĕрлешеймен пирки пирĕн пĕр-пĕрне айăпламалли çук. Кунта эпĕ те, эсĕ те айăплă мар. Чăнах та самани йывăр пулчĕ. Пирĕн пурнăç çулĕсене вăл кĕтмен çĕртен пĕрлештерчĕ те, вăлах пĕр хĕрхенӳсĕр хăвăрт уйăрса ячĕ... Юрать-ха тата халĕ ак питĕ тĕлĕнмелле килсе тухрĕ: нимĕн кĕтмен чух, темиçе çултан, каллех тĕл пултăмăр, курнăçрăмăр!.. Савăнăç-çке ку, Сережа! Чăнах та савăнăç!..— Вăл манăн алла тытса чăмăртарĕ те малалла каларĕ.— Ну, анчах... халь ĕнтĕ пирĕн ĕлĕкхи пек юратупа мар, тусла пĕлĕш çыхăнăвĕпе çеç килĕштерсе пурăнмалла пулать,— терĕ.
Лена тĕрĕс каларĕ. Çавăнпа та эпĕ ăна хирĕçлеме пултараймарăм.
Хĕрелнĕ хĕвел Атăлăн çӳл вĕçĕнчи вăрманлă тăвайкки хыçне анса ларчĕ. Унăн юлашки ярăмĕсем тӳпенелле карăнса пĕлĕт хĕррисене тĕлкĕшекен кăвар тĕслĕн хĕретсе ячĕç.
Сывлăш уçă та лăпкă. Çакна пула Атăл кăкăрĕ те канлĕн сывласа выртать. Аслă шыв тӳремне кĕсменпе Вăсса ишекен пулăçă киммисем кăна унта та кунта вĕттĕн хумхатаççĕ. Вăхăтран вăхăта инçетрен буксир прахучĕсем кăшкăртни янраса килет, ватă çăкасем тĕлĕнче, çӳлте, çĕр каçма вырăн шыракан курак ушкăнĕ краклатса явăнать.
Бульвар ерипен яш-кĕрĕмпе тулма пуçларĕ. Эпир унтан тухса пĕр таттисĕр калаçса пырса хула хушшинелле кĕтĕмĕр. Ленăна эпĕ хăйсен килне çитичченех ăсатса ярасшăнччĕ, анчах вăл килĕшмерĕ.
— Халлĕхе çитĕ... Ложечкин таврăнсанах ун патне пырăн акă. Часах курнăçатпăр. Ну, ырă каç пултăр! Хваттерне чипер çит,— терĕ те алă парса уйрăлса кайрĕ.
Эпĕ ăна куçсемпе ăсатса вăл пĕр ансăр урама кĕрсе çухаличченех пăхса юлтăм.
8
Кашăк Хĕветĕрĕ Хусанта эрне ытла пурăнчĕ. Таврăнсан тепĕр куннех эпĕ ăна хăйĕн хваттер хуçи арăмĕпе паллашни çинчен каласа патăм.
— Питĕ тĕлĕнмелле пулчĕ, Федор Иванч. Вăл хĕрарăмпа эпĕ шăп та лăп вунă çул каялла паллашнă иккен! — калама пуçларăм эпĕ.— Паллашнă та мĕнле хытă юратнă тата!.. Ун чухне вăл тин çеç ӳссе çитĕннĕ вун сакăр çулхи хĕр кăначчĕ-ха; çинçе пӳллĕ те пĕчĕк питлĕскерччĕ. Кăвак куçĕсем çутă сенкер чечек пек çиçетчĕç...
Хĕветĕр эпир ĕлĕк ăçта, мĕнле тĕл пулса туслашнине ыйтса пĕлчĕ те сӳрĕккĕн кăна:
— Апла... Пĕр енчи çынсем-çке-ха эсир. Ун пек пулма пултарнă. Кунта пит тĕлĕнмеллиех те çук. Çапах та интереснă! — тесе хучĕ.
— Интереснă çеç мар, питĕ тĕлĕнмелле ку! — терĕм эпĕ ăна.— Ытла пĕр енчисемех те мар-ха эпир. Иксĕмĕрĕн ял хушшисене аллă çухрăм уйăрса тăрать. Тата иртнĕ вунă çул хушшинче мĕн-мĕн курса тӳсмен, ăçта çитсе перĕнмен, кампа паллашман пулĕ?.. Çапах та эпир нумай вăхăт хушши пĕр-пĕрне манаймасăр çунтăмăр. Ик-виçĕ çул таран çырусем ярса тăтăмăр. Кайран, пĕрлешме май çуккине курсан çеç вăл хăй ашшĕ-амăшĕ ирĕкĕпе урăх çынна, Попова, качча тухнă. Качча каяс умĕн ман пата: «Эпĕ сана виличчен те манас çук... Çапах та пирĕн малашне çырусем ярса тăма пăрахас пулать»,— тесе çырса ячĕ. Çакăн хыççăн вара эпĕ ун патне çырма пăрахрăм тата ăна мĕнле те пулин манма тăрăш-рăм... Акă халь... вăл мана чăнах та манманни курăнчĕ!..
Хĕветĕр мана тинкерсех итлесе ларчĕ те шăппăн кулса илчĕ:
— Апла. Юратура ун пек те, кун пек пулма пултарать çав, Сергей. Ну, çапах та интереснă!
Унăн сӳрĕккĕн тухакан сăмахĕсем мана тарăхтарса ячĕç.
— Чим-ха, Федор Иванч: темле ăнланмастăн эсĕ мана. Пирĕн ун чухнехи юрату ахаль юрату мар-çке-ха вăл, таса юрату пулнă. Елена Яковлевнăн чи малтанхи юратăвĕ мана ун чухне, тин çеç вăрçăра çĕмĕрĕлсе пурнăç шанчăкне çухатнă çынна, темĕнле имлĕ эмел ĕçсе сывалнă пек, çĕнĕрен чĕртсе ячĕ, хамăр ялти савнă хĕр пăрахнипе салхуланнă инвалида çутă ĕмĕт хушса пачĕ. Унăн таса юратăвĕ мана пурăнас килекен турĕ, пурнăçшăн кĕрешме хавал чĕртсе ырми вăй кӳчĕ,— терĕм эпĕ хĕрӳленсе кайсах.
— Апла, апла. Ăнланатăп... Халь ăнлантăм ĕнтĕ,— тавăрчĕ Хĕветĕр кăшт кулса илсе малтанхи пекех кăмăлне ытлашши хăпартмасăр.— Пĕлетĕн-и, эпĕ халь Хусанти чирлĕ тете пирки шухăшласа лараттăм. Çавăнпа сан сăмахусем малтанах пĕр хăлхаран кĕрсе тепринчен туха-туха кайрĕç, вĕсене пуçа хываймарăм. Халь ăнлантăм ĕнтĕ эсĕ мĕнле пăлханнине... Итле-ха, акă мĕн,— хушса хучĕ вăл юлашкинчен мана лăплантарас тесе пулас, — халь те юрататăр пулсан эсĕ ман пата пырас сăлтавпа час-часах пыркала эппин унта. Курнăçăр, калаçăр...
— Курнăçма, калаçма юрать. Анчах юратма юрамасть çав ĕнтĕ халь. Мĕншĕн тесен унăн упăшки пур, ачисем пур,— терĕм эпĕ.
— Ак тата! — тĕлĕнчĕ Ложечкин.— Халь ĕлĕкхи мар вĕт! Совет влаçĕ мăшăрланма та, уйрăлма та саккун йĕркисене çав тери çăмăллатса пачĕ...
— Çын çемйине пăсма юрамасть! — тавăртăм эпĕ.
— Апла пулсан санăн халь ун пирки пăлханма та, калаçма та кирлĕ мар. Ахалех кăмăлна хускататăн! — татса хучĕ вăл мана.
— Мĕншĕн? Курнăçма та, калаçма та юрать! — хирĕçлерĕм эпĕ Хĕветĕре.— Пирĕн ун чухнехи юрату вăл иксĕмĕрĕнне те ĕмĕрлĕхех чĕресене, пуçсене кĕрсе юлнă. Эпир çав юрату çинчен калаçмасан та ăна туйсах тăратпăр. Çав туйăмпа халь пĕр-пĕрне ырă тус-юлташ пек хисеплесе пурăнма пултаратпăр.
Хĕветĕр пăртак шухăшласа ларчĕ те пуçне пăркаласа хуллен:
— Ай-яй, темле-çке... Ун пек пулма пултарать-ши вăл юрату ĕçĕ? — тесе хучĕ.
Вăл урăх шарламарĕ, пирус тивертсе çăварне хыпрĕ те сĕтелĕ çине ӳпĕнсе хаçат материалĕсене тӳрлетме пикенчĕ.
* * *
…Тепĕр икĕ кунтан Кашăк Хĕветĕрĕ мана хăй патне хăнана пыма чĕнчĕ.
— Ыран, шăмат кун каç, çĕнĕ хваттере куçнă ятпа пĕчĕк ĕçкĕ тăвас тетĕп. Хваттер хуçи хăй — Попов — текех шахвăртать, тепĕр чух тата, шӳтлесе пек, хистесех те калать. Ĕçтересех пулать ĕнтĕ,— терĕ вăл.
— Ĕçме юратать пулмалла вăл. Арăмĕ те ун пирки ӳпкелешет,— хушса хутăм эпĕ.
— Ĕçме юратать тет-и?.. Ну, мĕн тăвас тейĕн?!. Хваттер хуçи-çке-ха? Кăмăлне юрас тесен ĕçтересех пулать. Эпĕ пысăк ĕçкех тумăп. Эсĕ ху мăшăрупа пыратăн. Поповиа арăмĕ хăйсем, ну тата ик-виçĕ çывăх юлташа чĕнетĕп те — çитет... Ку тĕлĕшпе эпĕ Поповпа хăйпе те калаçса татăлтăм ĕнтĕ. Вăл арăмне пĕлтерчĕ, ăна кăшт-кашт çимеллисем пĕçерсе хатĕрлеме хушрĕ. Елена Яковлевнăн хирĕçни-мĕн сисĕнмерĕ. Кайран вăл хăех ман пата пычĕ те сана арăмупа пĕрлех чĕнме сĕнчĕ. Арăмне курас, паллашас тет.— Хĕветĕр пысăк хура куçĕсене хĕсереххĕн пăхса кулса илчĕ те:—Ну, манмастăн-и? Пымалла вара, — тесе хучĕ.
Вăл чĕннипе эпĕ килĕшрĕм.
* * *
...Хĕветĕрĕн ĕçки шавлă та савăнăçлă иртрĕ. Манпа Наçтӳçсĕр пуçне унта ютран тăватă çын пулчĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ хамăрпа пĕрле ĕçлекенсем. Кусенчен пĕри, ман пекех, арăмĕпе пынă. Тепри, суту-илӳ комиссариатĕнче ĕçлекен тĕреклĕ çамрăк çын, Хĕветĕрĕн ентешĕ, купăс калама та, ташлама-юрлама та маттур пултараканскер, хăйĕн купăсĕпех пынă та — текех купăс каларĕ.
Ĕçкĕ каçĕ валли Елена Яковлевна кукăльсем, икерчĕсем пĕçерсе хатĕрленĕ, Хĕветĕр илсе панă юр-варпа тĕрлĕрен апат пĕçерсе лартнă.
Кунта эпĕ Лена упăшкипе чи малтанхи хут тĕл пулса паллашрăм. Вăл çырă питлĕ те вăтам пӳллĕ, вăтăр пиллĕксенчен иртнĕ кĕре шăм-шаклă арçын. Хура уссийĕсене самăр пит çăмартисем çинелле пĕтĕрсе янă, çаврака хура куçĕсем çынпа калаçнă чух ăшшăн çиçсе йăлкăшаççĕ. Сасси Поповăн вăйлă та çăмăллăн нăтăртатса тухать. Çынсем хушшинче вăл хăйне çивĕччĕн тыткалать, кĕлеткипе сăн-сăпачĕ енчен кĕрнеклĕ те илемлĕн курăнать. Унăн пĕртен-пĕр кăлтăк кăна: вăрçăра сусăрланнă алли хытса ларнă та, ăна ирĕклĕн хускаткалаймасть. Лена пĕлтернĕ пăсăклăхĕ пулман пулсан ку çынна лайăх хĕрарăмăн ырă упăшкийĕ теме те юратчĕ.
Поповпа мана Лена хăй паллаштарчĕ.
— Итле-ха, Миша,— терĕ вăл упăшкине ман пата чĕнсе илсе: — ку çын, Сергей Андреич, пирĕн патри Федор Иванчăн çывăх юлташĕ пулать... Пирĕн питĕ тĕлĕнмелле килсе тухрĕ, Миша. Сергей Андрейчăпа эпир тахçанах, вунă çул каяллах паллашнăччĕ. Эпĕ Нурăсра ĕçленĕ чух вăл, тин çеç вăрçăран аманса таврăннăскер, пирĕн больницăра выртрĕ... Акă халь кĕтмен çĕртен, ăнсăртран каллех тĕл пултăмăр...
Ăшшăн кулакан Попов хура мăйăхне пӳрне вĕçĕсемпе хиврелетсе пĕрре ман çине, тепре арăмĕ çинелле пăхкаласа тăчĕ-тăчĕ те: — Тĕлĕнмелле! Чăн та тĕлĕнмелле, Лена, ун пек пулнипе! — тесе манăн алла тепĕр хут тытса пăчăртарĕ. Алла тытса силленĕ май вăл темпе сĕрсе якатнă çырă çӳçлĕ пуçне ман еннелле çăмăллăн тая-тая илчĕ.— Эпĕ пит те кăмăллă. Паллашар, малашне туслă пулар: мана Михаил Николайч теççĕ. Хушаматăм— Попов. Финанс комиссариатĕнче ревизорта ĕçлетĕп...
Манпа паллашнă хыççăн Попов ман арăмпа, Наçтӳçпе, калаçма пуçларĕ. Лайăх платйĕпе капăр тумланса пынă хĕрарăм, чипер кĕлеткеллĕ те хурлама çук сăн-питлĕскер, Попова килĕшрĕ пулмалла. Çакна пула вăл ĕçкĕ хушшинче тăтăшах Наçтӳç патне пырса çыпçăнчĕ, унпа ăшшăн калаçрĕ, сăмах вылятрĕ, черккисене тултарса ăна уйрăммăн хăналарĕ.
Пысăк пӳлĕм варринчи сĕтел тавра ларнă çынсем стакансене малтан Хĕветĕршĕн, унтан Поповпа арăмĕ-шĕн çĕкле-çĕкле ĕçрĕç. Хĕветĕрпе Нопов хистесех хăналанипе черккесемпе стакансем час-часах пушанчĕç, çынсем хăвăрт ӳсĕрĕлчĕç. Пĕр сехетрен юрăсем, каярахпа ташăсем те пуçланчĕç.
Ташă вăхăтĕнче Попов текех Наçтӳç çумне çыпăçрĕ. Анчах Наçтӳçĕ хăй час-часах Поповран пăрăнса Хĕветĕр ентешĕ патне — вăтăр çулхи самăр та тĕреклĕ арçын енне туртăнчĕ. Вĕсем иккĕшĕ малтан ал вĕççĕн тытăнса, унтан ыталашсах çавра çил пек çаврăнчĕç. Наçтӳç пăрăнма пăхни Попова кӳрентермерĕ пулас е кӳренсен те ăна палăртасшăн пулмарĕ пулĕ.
Ман Наçтӳç ку ĕçкĕре, яланхи пекех, хăйне ирĕклĕн тытрĕ. Эпĕ ăна чармарăм. Çынсем пырса çыпçăнçтн вăл именсе тăмарĕ: кам та пулин ташланă чух ыталама тăрсан е калаçса ларнă чух чуп тума тытăнсан юрать-ши кунашкал хăтланма тесе ман çинелле те пăхмарĕ.
Кунта пĕр Лена кăна хăйне сăпайлă тыткаларĕ. Упăшки хушнипе кунĕпех ĕçме-çимеллиçем хатĕрлесе ывăннăскер, вăл ташламарĕ те, юрламарĕ те; тепĕр енчен тата ăна кунта ачисем те канăç памарĕç. Пӳртри шăв-шавпа тата пирус тĕтĕмĕпе чыхăнса тарăхнăран пулас, пĕчĕк ачи текех макăрчĕ. Ăна хăш-пĕр чух хуллен сăпка кĕвви мăрласа сиктерекен кинемей карчăкĕ те йăпатма пултараймарĕ. Çакна пула Ленăн тăтăшах юнашар пӳлĕме кĕре-кĕре ачине хăйĕн лăплантарма тиврĕ. Çав хушăрах пилĕк çулхи ывăлĕ те час-часах амăшĕ патне пырса юншăхларĕ, вăл е çимелли ыйтрĕ, е куçĕсене пӳрни вĕçĕсемпе сăтăркаласа ыйхă килет тесе йăнкăртатрĕ.
Ачисене лăплантарсанах Лена кĕреке патне пырса ман çума ларчĕ, тараватлăн та ăшшăн калаçрĕ, ман пурнăç çинчен тата Наçтӳçĕн иртнĕ пурнăçĕпе вăл халĕ мĕн ĕçлени çинчен ыйта-ыйта пĕлчĕ. Калаçнă хушăра унăн ĕшенчĕк кăвак куçĕсем тăтăш Наçтӳç хусканăвĕсене сăнарĕç:
— Кĕлеткипе сăнарĕ чипер вара сан мăшăрун: кĕрнеклĕ, таса, хӳхĕм хĕрарăм,— терĕ вăл мана ĕçкĕ хăй вĕçнелле çывхарнă вăхăтра.
— Килĕшет-и? — ыйтрăм эпĕ.
— Тулашĕнчен пăхсан хурламалла мар. Анчах... кăмăлĕ темле вара.
— Кăмăлĕ килĕшсех каймасть пек-и-мĕн?
— Ун пирки çынна перре курнипех татса калама пултараймастăп, — терĕ те Лена тата тем калас çĕртенех шăпланчĕ. Эпĕ ăна малалла калама хистерĕм.
— Ху мĕн шухăшланине тӳррипе кала мана, Лена. Пытарма кирлĕ мар. Çынри çитменлĕхе хĕрарăмсем часрах курма пултараççĕ. Мĕнле пек?
— Пĕлместĕп, пĕлместĕп, Сережа! Пĕрре курса калаçнипех ăçтан хак пама пултаратăн çынна?! Чăн та, илемлĕ вăл... анчах темле, хăйне ытлашширех тыткалать-ха, хĕрарăмшăн кирлĕ чикке пăхăнмасть пек туйăнать. Ĕçессинче арçынсенчен юлмасть пулмалла,— терĕ Елена Яковлевна.
— Эсĕ калани тĕрĕсех те пулĕ,— килĕшрĕм эпĕ вăл каланипе.
Хам енчен эпĕ унăн упăшкине мухтарăм:
— Урĕк те маттур çын евĕр курăнать вăл; çынпа çаврăнăçуллă калаçать,— терĕм ăна.
— Кĕлетки енĕпе, чăн, Мишăна та хурламалли çук. Чĕлхи-çăварĕ те çивĕч... Урă чух аван вăл, йĕркеллĕ çын майлах. Анчах ытлашши ĕçет-çке-ха! Кашни кун тенĕ пекех ĕçет. Ху куратăн акă: епле хăвăрт ирĕлсе кай-рĕ вăл! Çав ĕçнипех шăнăрĕсем çемçелсе пыраççĕ унăн. Эрех-сăра тесен — пуçне вутта чикме те хатĕр. Эпĕ килте тăвакан ĕçсене ĕç вырăнне те хумасть. Пӳрт-çуртри ĕçсемпе, ача-пăча пăхассипе каç еннелле ураран ӳкес патне çитетĕп. Вăл пур — çаксене пĕртте шута илмест! Укçи-тенкине ĕçсех пĕтерет те тумланма та юлмасть. Каплах пулсан хамăн та пĕр-пĕр ĕçе кĕме тивет. Больницăра-мĕнре санитарка вырăнĕ пулĕ тен...— каласа пачĕ Лена.
Ленăн йăваш кăмăлĕпе ĕшенчĕк куçĕсенчен эпĕ вăл паян чăннипех те çав тери ывăнса çитнине туйрăм. Ĕçке хатĕрленес ĕçĕн пĕтĕм йывăрлăхĕ çак хĕрарăм çине ӳкнĕ, анчах та халь ĕçкинче вăл кĕреке айккинче юрламасăр, шавламасăр ларать. Уншăн та, хăйшĕн те упăшки кăна савăнать. Çаксене курса эпĕ сăпай та ĕçчен хĕрарăма çав тери хĕрхенсе кайрăм. Манăн та ăна темле ырă ĕç туса парса пулăшас килчĕ. Анчах эпĕ унпа хăюллăн ка-лаçма та, ăна йăпатма та пултараймарăм...
Ĕçкĕ çур çĕр иртсен иккемĕш сехет тĕлнелле тин пĕтрĕ. Поповĕ хăй ураран ӳкрĕ те, ăна юнашар пӳлĕме кĕртсе вырттарчĕç. Кашăк Хĕветĕрĕ — ĕçкĕ хуçи — сĕтел хушшинче ларнă çĕртех малалла ӳпĕнсе анса калаçма чарăнчĕ. Малтан çамрăксем тухса кайрĕç. Вĕсем кайсанах эпĕ кĕрекере Хĕветĕр ентешĕпе сӳпĕлтетсе ларакан Наçтӳçе пуçтарăнма чĕнтĕм. Вăл хирĕçме пăхрĕ. Эпĕ Ленăна тав туса сывлăх сунтăм та тухса кайрăм. Çакна кура хуллен юрласа, тайкаланса ман хыççăн Наçтӳçпе Хĕветĕр ентешĕ те тухрĕç. Вĕсем урамра та пĕрлех калаçса пычĕç.
Пире ăсатса яма пĕр Лена кăна тухма пултарчĕ.
— Ложечкин пур чух час-часах килкелесе лар, Сергей. Сана курсан — кăмăл çĕкленет, хама çăмăллăн туятăп,— терĕ вăл эпĕ калинккерен тухнă чух аллăмсенетепĕр хут тытса пăчăртаса.
Ку сăмаха вăл пĕр эпĕ кăна илтмелле хуллен каларĕ.
9
Юлашки вăхăталла Наçтӳçпе йĕркеллех пурăнма пуçларăмăр теме пулатчĕ. Кирек мĕнле ĕçре тĕ вăл манпа килĕштерсе пынă пек туйăнчĕ, кăмăллăн калаçрĕ, ман çине хисеплесе пăхнă пек пулчĕ. Малалла лайăхах пурăнăпăр тесе ку вăхăтра эпир япаласем те чылай туянтăмăр: комод, шкап, диван, пахарах сĕтел-пукансем илтĕмĕр, лайăх тумтирсем çĕлеттертĕмĕр.
Чăн та, хулана тухса кайсан Наçтӳçĕн хăш чух ĕлĕкхи майлах час таврăнманнисем пулкалатчĕç. Унăн çакнашкал йăлине вĕренсе çитнĕрен-и, тен, эпĕ халь ĕнтĕ ăна пит асăрхами те пултăм. Ку вăхăтра унăн пĕр çитменлĕхĕ кăна килĕшмерĕ мана: вăл текех укçа ыйтма пуçларĕ.
— Манăн паха тумтир таврашĕ çук. Хулара çӳреме те намăс! — терĕ вăл тăтăшах.— Кур-ха эсĕ Унтри Михалчăпа Павел Петровчă арăмĕсене. Мĕнле капăр тумланса çӳреççĕ вĕсем! Вĕсем анчах мар, чипер çынсен арăмĕсем пурте — меховăй пальтосемпе, тилĕ тирĕнчен çĕлетнĕ воротниксемпе, мамăк тирлĕ мухтăсемпе... Вăт чăнах та чаплă, культурлă!.. А манăн мĕн? Чипер çынсемпе танлаштармалли çук!.. Юратан пулсан эсĕ те мана чаплăн тумлантар. Штопă эпĕ те çынсенчен кая çӳрем мар! — тесе канăç памарĕ вăл мана текех.
— Шутла-ха, Наçтӳç; ăçтан эпĕ сана пысăк специалистсемпе пĕр тан тумлантарма пултарăп? Эсĕ халь те чухăнах мар тумланнă вĕт-ха? Сан батистпа крепдешинтан çĕлетнĕ платйĕсем, платье-костюм, лайăх жакет, каракуль çухавиллĕ пальто тата урăххисем те пур. Халлĕхе çитмеççĕ-и çаксем? Тăхта-ха пăртак, сывлăш çавăрар,— теттĕм те эпĕ, вăл сăрланă тути хĕррисене пăркаласа аллипе сулатчĕ те калаçма чарăнатчĕ.
Наçтӳç кӳлешсе е ӳпкелешсе калаçни мана хытах кӳрентеретчĕ. Мĕншĕн тесен унăн çакнашкал сăмахĕсем эпĕ уншăн сахал мар тăрăшнине шута илменни çинчен пĕлтеретчĕç. Анчах çапах та шухăшлаттăм: хăйне ырă тăвасшăн тăрăшнине Наçтӳç хăçан та пулин ăнланатех пулĕ-ха; ăнланĕ те тав та тăвĕ теттĕм. Анчах вăл ăнланмарĕ, унăн кăмăлĕ çаплах сăхăланса пычĕ. Хăш-пĕр чух мана ĕçме-çиме юратман типĕ çын тесе те вăрçрĕ.
Наçтӳç шухăшĕпе пурнăçри телей — этем пуян пурăнма пултарнинче, хӳхĕм тумланса лайăх ĕçсе-çининче кăна иккен. Капăр тумланса текех ĕçсе-çисе пурăна-кансене çех вăл телейлĕ те культурăллă çынсем тетчĕ.
Эпĕ ăна каярахпа тин асăрхаса илтĕм. Кунашкал шухашсем унăн пуçĕнче тахçанах, малтан — вăл пуян çемьере ӳссе çитĕннĕ чухне, кайран — спекулянтла каскăн упăшкине пурăннă вăхăтра çирĕиленнĕ пулмалла. Халĕ тата ачи-пăчи те çуккине ирĕклĕн пурăннă хушăра ку шухăш ăна пушшех те пусмăрласа çитернĕ. Çавăнпа Наçтӳçе çак сиенлĕ шухăшран уйăрмашкăн питĕ йывăр пулчĕ, тĕрĕссипе каласан, майĕ те нулмарĕ темелле.
Ĕçсĕр пурăннипе пăсăлнине шута илсе эпĕ ăна пĕр-пĕр ĕçе кĕртме тăрăшрăм. Çырăва начар пĕлекен çынна, паллах, учрежденисене илмеççĕ. Çитменнине тата ун чух пирĕн пĕчĕк хулара пысăк фабрик-заводсем те çукчĕ-ха. Çавăнна ăна типографинче печатнике вĕренмелли вырăн тупса патăм. Вăл килĕшмерĕ: типографи ĕçĕ вараланчăк, таса мар ĕç вăл терĕ. Унтан сăран заводне кĕртме пикентĕм — каймарĕ. Ĕçе кĕресех пулсан эпĕ ниçта та мар, каллех столовăйне çех, официанткăна кĕретĕп терĕ вăл. Столовăйне яма эпĕ хам килĕшмерĕм, унта вăл пушшех ĕçме вĕренсе кайĕ терĕм. Çапла вара Наçтӳç килтех юлчĕ.
Пур кăлтăксене пăхмасăрах, аван пурăнаттăмăр-ха. Анчах тепĕртак пурăнсан юсанма тытăннă пурнăçа Наçтӳç эпĕ ним кĕтмен çĕртенех каллех пăсса хучĕ.
* * *
Апрель пуçламăшĕ. Юрлă-çумăрлă çанталăк тăрать. Эпĕ ангинăпа чирлерĕм те, врач мана пĕр эрне хушши килтен тухмалла мар терĕ. Чир пирки эпĕ хваттертех выртни Наçтӳçе хытах йăлăхтарса çитерчĕ пулас. Вăл хирĕлме пуçларĕ: кулленех чăкăлташать, хирĕçет те таçта кая-кая çухалать. Ăçта пултăн тесе ыйтсан çавăнта, çа-вăнта, хам паллакан хĕрарăмсем патĕнче тет те, сăмахĕ те пĕтет.
Эпĕ чирлесен тăваттăмĕш кунне пулчĕ ку. Наçтӳç ман валли эмелсем илсе килчĕ те каллех васкасах тухса кайма пуçтарăнчĕ.
— Пирĕн паян çĕвĕ ĕçне вĕренекенсен кружокĕ пухăнмалла-ха, çавăнта каятăп,— терĕ вăл.
Тухса каяс умĕн алăк патĕнче чарăнчĕ те пальто кĕсйинчен перчеткисене туртса кăларчĕ. Перчеткисемпе пĕрле сăмса тутăрĕ тăсăлса тухрĕ. Çав вăхăтра тутăрĕнчен хуçлатса хунă пĕчĕк хут татăкĕ уйрăлса урайне персе анчĕ. Кавир çине ӳкнипе унăн сасси илтĕнмерĕ. Çакна асăрхамасăрах перчеткисене тăхăнкаласа Наçтӳç тухса кайрĕ. Ку мĕн, врач çырса панă рецептсем е пĕр-пĕр кирлĕ документ мар-ши тесе эпĕ çав хута илсе саркаласа пăхрăм. Вăл рецепт та мар, кирлĕ документ та мар,— Наçтӳç хăй аллипе кармакласа, кукăрткаласа çырнă хут татăкĕ пулчĕ. Хутăн пĕр енне: «Заведующему складом Потрепсойуза Петухову»,— тесе çырнă. Тепĕр енне çавăрса вулатăп: «...Павл Максимчă, паян каçхине театрта питĕ кулăшла, интереснăй спектакль пулать теççĕ. Ерçетĕн пулсан каçпала çичĕ сехет тĕлне эсĕ унта пыр. Пилетсене пĕрле илĕпĕр. Халь ман старик чирлĕ выртать, пире ирĕк пулать... Ответне çак çырăва пырса паракан хĕр ачаранах парса яр. Эпĕ унăн амăшĕ патĕнче кĕтсе ларатăп. Май пулсан унта ху та пырсассăн татах та аванрах пулĕччĕ. Настя»,— çырнă хутăн ку енне.
Çак çырăва вуласан манăн шăм-шак пушшех вĕриленсе кайрĕ.
«Ха, мĕн хăтланать вăл «старикки» çурăмĕ хыçĕнче! Вăрттăн ĕçне тума чиперех пуçланă та, анчах ăна вĕçлесе çитерме турри такăнтарнă пулмалла... Вăтăр пилĕк çулхи çынна «старик» тесе мăшкăллать! Çав самăрлăхпа иртĕхнĕ Петуховне çаплах манмасть иккен-ха»,— тесе хытă пăшăрхантăм эпĕ.
Каçченех кĕтрĕм ăна — çук, таврăнмарĕ. Тӳссе пулмасть, врач чарнине пăхмасăрах сакăр сехет иртсен театра тухса кайрăм.
Спектакль пуçланнă та, мана партера кĕртмерĕç, балкон çине кăна хăпартрĕç. Унта малти ретри пĕр пушă вырăна кĕрсе лартăм. Кунтан аялта ларакан çынсене курма мана пушшех те аван пулчĕ. Театрта халăх чылай, анчах çутта сӳнтернĕ пирки залри çынсене палласа илме çук.
Часах антракт пуçланчĕ. Зал çутăлса кайрĕ. Халăх тулалла тухма тытăнчĕ. Çак самантра эпĕ хайхи çынсене куртăм. Кăшт кукшаланнипе люстра çути айĕнче пуç тӳпине йăлкăштарса пыракан сарă çӳçлĕ самăр çын, Петухов, Наçтӳçпе çавтăннă та халăх хушшипе йывăррăн утать. Вĕсем фойене тухса кайрĕç. «Буфета, ĕçме ĕнтĕ» шухăшларăм эпĕ... Буфет патнелле çывхарса вĕсем ĕçсе ларнине куртăм,— хĕвĕшекен йышлă халăх хушшинче хăйсем мана асăрхамарĕç. Ăш-чикĕм çунать пулсан та ку самантра вĕсене чăрмантарма шутламарăм.
Иккĕмĕш звонок пулчĕ. Эпĕ хам вырăна балкон çинех кĕрсе лартăм. Виççĕмĕш звонок хыççăн хайхи мăшăр та хăй вырăнне пырса йышăнчĕ. Ларсанах Наçтӳç Петухов енне тайăнчĕ те пуçне унăн хулăн хул пуççийĕ çине хуче, вăхăт-вăхăт ана халхинчен темскер пăшăлтатрĕ. Петуховĕ ун çине пăхкаласа сӳрĕккĕн кулкаласа ларчĕ.
Спектаклĕн иккĕмĕш пайĕ пуçланчĕ. Халĕ ĕнтĕ çутă сӳнсен те эпĕ вĕсене куçран çухатмарăм. Рампăсем сцена çине вăйлă çутă янă самантсенче партерти çынсем мĕнле хусканкаласа ларни те курăнать. Петуховпа Наçтӳç мĕнле ларни те аванах курăнчĕ. Вĕсем сцена çинчи артистсем мĕн калаçнине те ыррăн итлемерĕç, текех пĕр-пĕринпе хăлхаран хăлхана калаçса ларчĕç.
Иккĕмĕш антрактра та вĕсем буфет патне пынăччĕ. Петуховĕ эрех илме черетре тăнă вăхăтра пĕр сĕтел патĕнче куçĕсене вылянтаркаласă унталла та кунталла пăхса тăракан Наçтӳç мана курах кайрĕ. Вăл шартах сиксе пĕр самант юпа пек хытса кайса тăчĕ. Унтан хăвăрт хусканса ман паталла чупса пычĕ.
— Эсĕ-и ку?! Э-эх, чирлĕ выртакан çын!.. Мĕнле эс хăвна ху та хĕрхенместĕн вара?.. Вилессӳ килчĕ-им? Мĕн тесе килтĕн халь театра?!. Ăсран каймарăн пулĕ-çке?!.— терĕ вăл мана хĕрхеннĕ пек пулса.
— Санăн вăрттăн ĕçӳсене пĕлтĕм, çавăнпа килтĕм,— терĕм те ăна халех хваттере таврăнма чĕнтĕм.
Наçтӳç тӳрре тухма тăрăшса ун пек те, кун пек те каласа сӳткеленчĕ.
— Петухова эпĕ кунта кăна, ăнсăртран тĕл пултăм,— тесе тыттарчĕ.
— Ахалехь-суеçтеретĕн. Эсир мĕнле ларнине эпĕ йăлтах курса тăтăм-çке-ха,— терĕм те çакна çавăнтах хăй киле ӳкерсе хăварнă çырăва кăтартрăм.— Мĕн çырнă эсĕ кунта? Астуса ил-ха.
Наçтӳç пĕрре хĕрелсе, тепре кăвакарса кайрĕ, куçĕсем ман çине хаяррăн, çилленсе пăхрĕç.
— Эх, эсĕ те çав! Арçын!?. Шĕппун!.. Чăнах, чисти усал шĕппун пек, çын кĕсйине ухтарса темскер шыратăн! — терĕ вăл мана макăрса ярăс патне çитсе.
— Никам та ним те шыраман сан кĕсйӳсенче, Наçтӳç. Эсĕ ху ӳкерсе хăвартăн ăна пӳртрен тухса кайнă чух,— терĕм эпĕ.
Вăл манпа пĕрле пырасшăн пулмарĕ-ха. Буфет сĕтелĕ патĕнчи Петухов енне пăхса ăна кăчăк туртса илчĕ. Петуховĕ пырсан ăна эпĕ «ахалех кĕвĕçсе ухмахланни» çинчен каласа пачĕ.
— Ним те туман эпир. Пĕтĕм халăх хушшинче, ытти çынсем пекех, йĕркеллĕн ларнă,— терĕ мана Петуховĕ.
Эпĕ вăл суеçтернине палăртса патăм. Хайхи мăнаçлăн та сӳрĕклĕн кулса илчĕ те хыттăн татса хучĕ:
— Мĕн эсĕ?!. Арăму юратмасть пулсан ăна ирĕксĕр пурăнтарас тетĕн-им хăвăнна? Хальхи саккун йĕрки ун пек ирĕксĕрлеме хушмасть. Хĕрарăм санпа пурăнас тесен — пурăнать, пурăнас килмесен — уйрăлма та пултарать. Кунта нимĕн хирĕçмелли те çук! — терĕ вăл мана.
Театрти халăха илттерес мар тесе эпĕ тавлашса тăмарăм.
— Уйрăлас тет пулсан — уйрăлтăр, эпĕ ăна чармастăп. Анчах унăн мана улталаса пурăнма юрамасть. Çавăн пекех, пĕрре качча тухнăскерне санăн та текех илĕртсе тăма кирлĕ марччĕ. Уйрăлас пулсан ку ĕçе пытарса вăраха тăсса пымалла мар, халех суд урлă татмалла,— терĕм те эпĕ театртан тухса кайрăм.
Халь ĕнтĕ Наçтӳç те юлмарĕ, вăл ман хыççăнах тухса хваттере манпа пĕрлех çитсе кĕчĕ.
Хваттерте пирĕн хаяр калаçусем пулса иртрĕç.
— Тӳррипех калатăп: Павăл Макçимчă мана санран малтан юратнă. Эпĕ хам та юратнă ăна,— терĕ мана Наçтӳç хĕрсе кайнă тавлашура.
— Апла пулсан мĕншĕн ăна качча каймарăн? — тетĕп эпĕ.
— Ну, вăл ун чух халех авланма май çук-ха ман терĕ те, сана тухнă пирки ăна каяймарăм вара,— татса хучĕ Наçтӳç.
— Улталать вăл... Ман çурăм хыçĕнче сана илĕртсе çех пурăнать,— тетĕп ăна.
Паллах, Наçтӳç ман сăмаха ĕненмест, анчах хирĕç тавăрма та хăяймарĕ...
Çак кунран пуçласа манăн ку хĕрарăма пăртак çеç юратса пурăнни те тĕппипех пĕтсе ларчĕ темелле. Эпĕ ăна хăй юратнă çын патне тухса кайма сĕнтĕм. Вăл каймарĕ. Эпĕ хам та урăх çĕре куçаймарăм. Çакна пула тепĕр тапхăра пирĕн иксĕмĕрĕн те пĕр хваттертех пу-рăнма тиврĕ!
* * *
Çапла çу каçрăмăр. Наçтӳç урăх нимĕнле мăкăлтăк ĕç тунине те сисмерĕм. Вăл манпа лайăх калаçма пуçларĕ. Хăй айăпне палăртнă хыççăн вăл яланах çаплаччĕ — шăлăнса та йăпăлтатса калаçма тытăнатчĕ.
...Сулхăн та тĕксĕм октябрь кунĕсем çитрĕç. Çав вăхăтра пирĕн хваттер хуçи — Марина Михайловна,— вăрăм та хытанка тата чĕмсĕртерех хĕрарăм, хăйĕн пушанса юлнă пĕчĕк пӳлĕмне пĕр çамрăк çынна хваттере ячĕ. Çынни ку тин çеç тинĕсри çар флотĕнчен таврăннăскер, матрос тумĕпе çӳрекен каскăн та хăюллă йĕкĕт, сăн-пичĕ тĕлĕшпе те чылай илемлĕскерччĕ. Вăл хваттер хуçин урăх хулара пурăнакан хурăнташĕн ывăлĕ пулнă-мĕн.
Пынă кунхинех матрос пирĕн хваттере кĕрсе ларчĕ. Çырă сăнлă та пысăк хура куçлăскер, чĕлхи-çăварĕпе çивĕч пуплеме пултараканскер, вăл такăнмасăр, çăмăллăн калаçрĕ.
— Чикме хулинчен эпĕ... Ятăм — Валерий, хушаматăм — Шумков... Пĕлетĕр: Чикме пĕчĕк хула-çке-ха, майлă вырăн тупаймарăм та кунта килтĕм. Ăçта та пулин суту-илӳ учрежденине кĕрсе вырнаçасчĕ,— терĕ вăл хăйпе паллаштарнă чух. Калаçнă хушăрах çамрăк çын унталла та кунталла пăхкаларĕ, куçĕсене хĕскелесе Наçтӳçĕ тĕлле-тĕлле сăнарĕ, тути хĕрринче хуралса тăракан кĕске мăйăхне пӳрни вĕçĕсемпе шăла-шăлаякатрĕ. Тĕреклĕ те вăйлă арçынсене ытарайман Наçтӳç — йĕкĕт куçĕсем хăй çинче чарăнсанах ăш-чикĕпе пăлханчĕ, унăн тулли пичĕ хĕрелчĕ, калаçнă чух сасси чĕтренчĕ...
Пĕр эрне иртрĕ. Йĕкĕт вырăн тупайманччĕ-ха. Кашни ир, эпĕ занятие кайнă вăхăтра, вăл та манпа пĕрлех тухса хулана вырăн шырама каять. Нумай çӳрет-и вăл учрежденисем тăрăх, сахал-и,— хам занятире пирки эпĕ ăна пĕлместĕп. Анчах та эпĕ ĕçрен таврăннă тĕле вăл яланах хăйĕн пӳлĕмĕнче хаçат е кĕнеке вуласа ларатчĕ. Наçтӳç пуç ыратать тесе кушетка çинче выртатчĕ.
Пĕр каçхине занятирен таврăнсан Наçтӳç та, Шумков та çуккине куратăп. Наçтӳç ман валли апат та хатĕрлемен. Мĕн çимелле-ши ĕнтĕ тесе кăмака умĕнче шухăшласа тăратăп. Çав самантра пӳлĕме хваттер хуçи Марина Михайловна пырса кĕчĕ. Пурнăçпа лайăх паллашнă, çирĕп кăмăллă хĕрарăм тытăнса тăмасăрах тĕпелелле иртсе пукан çине ларчĕ те ман çине хăюллăн пăхса хăвăрт калаçма пуçларĕ:
— Каласа памалли пур манăн, Сергей Андрейч... Сирĕн тарăхмалла, кӳренмелле пулать. Апла пулин те эпĕ куна сирĕнтен текех пытарса пурăнма пултараймастăп. Мĕншĕн тесен эпĕ сире хăвăра хисеплетĕп, шеллетĕп. Эсир тӳрĕ çын, лайăх çын,— терĕ те вăл кăшт чарăнса тăрса сывлăш çавăрчĕ.
— Тархасшăн, Марина Михайловна! Калăр, калăр..
Мĕн-ха ку ун пек кӳренмеллискерех? — терĕм те эпĕ лайăх мар хыпара илтме хатĕрлентĕм. Усал сăмах илтессе кĕтнипе урасем те лăштăрах кайрĕç.
— Акă мĕн, Сергей Андрейч,— калама пуçларĕ Марина Михайловна ман патарах çывхарса,— арăму сан тĕрĕс хĕрарăм мар. Урăх арçынсемпе пурăнать... Эсир хăвăр ăна пачах пĕлместĕр пулмалла е пĕлсен те çаплах чăтса пурăнатăр пулĕ-и, эпĕ пĕлместĕп...
— Мĕнле ун пекех?!. Ну, ĕлĕк, пĕлтĕр, виçĕм çулсенче пурăнкаланă пуль-ха вăл. Ун чух хам та сискеленĕ. Иртнисене каçаратăп. Халь? Халь сисмен вара... Тепĕр енчен тата, Марина Михайловна, эсир Настьăна ахаль те тахçанах юратмастăр вĕт-ха? Тен, çавăнпа та шанчăксăр туйăнать пулĕ вăл сире?! — терĕм эпĕ.
— Ах, Сергей Андрейч! — кăшкăрсах каларĕ тăвăлса çитнĕ хĕрарăм.— Пĕлместĕр-им эсир эпĕ ăна мĕншĕн юратманнине? Мĕншĕн! Иртĕнсе пурăннăшăн, хăйне тыткалама пĕлменшĕн килĕшмест вăл мана!.. Таçтан килсе тухнă хĕрарăм эсир тумлантарнипе тăрук капăрланчĕ те — хăйне улпут майри пек тыткалама пăхать!
— Чим-ха, Марина Михайловна... Калăр: кампа çӳрет вăл, кампа пурăнать?
Марина Михайловна хĕрсе кайсах калаçма тытăнчĕ те текех мана пĕр сăмах та чĕнме памарĕ.
— Кампа, кампа? Кампа мар, камсемпе тейĕр эсир!.. Манăн кантăксем урамалла-çке-ха. Эпĕ хамах темиçе те курнă: икĕ арçын тăтăшах ăна хапха умне çити ăсатса яраççĕ. Пĕри — мăнтăр, сарă арçын; тепри — хытанкарах та вăрăмскер... Палламастăп эпĕ вĕсене. Анчах та, хам йăмăк каласа панă тăрăх, сирĕн Наçтьăр текех вĕсен кӳршинче пурăнакан Петухов ятлă çын патне çӳрет иккен. Çавă пулас — самăр та сарă çынĕ. Тепри — ар-тистласкер тет-и, мурĕ-и!.. Пĕр паллакан хĕрарăм каласа панăччĕ: санăн квартирантку артистпа пурăнать тенĕччĕ. Çавă пулĕ, тен... Ну, вĕсем мĕнле пурăнни ман кил-çуртра пулса иртмен те, эпĕ вĕсем пирки тĕпчесе пĕлме те тăрăшман... Ак халĕ вăт...—Марина Михайловна татах пӳлĕнсе татах тарăннăн сывласа илчĕ.— Халĕ вăл ман патри матроспа пурăнать!
— Шумковпа-и? — темле шартах сикнĕ пек пулса кăшкăрсах ятăм эпĕ.— Мĕнле вара, куртăр-и эсир ăна?— Эпĕ хама хам сисмесĕрех ура çине сиксе тăтăм.
— Эсир ĕçре чух кашни кунах иккĕш пĕрле вĕсем... Çак пӳлĕме хупăнса лараççĕ те ĕçеççĕ, çиеççĕ, кула-кулах темскер калаçаççĕ...
— Шумковĕ кашни ирех вырăн шырама тухса кайнă пек тăвать-çке-ха?.. Часах таврăнать-им вара?
— Кăнтăрла тĕлнелле таврăнать те — каçченех пĕрле. Эсир ĕçрен таврăнас умĕн тин Валерий хăй пӳлĕмне кайса ларать...
Ку сăмахсем мана вĕлтренпе вĕтнĕ пекех пĕçертсе ячĕç. Çапах та манăн пăртак та пулин Наçтӳçе тӳрре кăларас килчĕ.
— Чим-ха, Марина Михайловна,— терĕм эпĕ хваттер хуçине. — Ну, вĕсем ахаль, юлташла калаçса ларма пултараççĕ ĕнтĕ. Уншăнах кĕвĕçме кирлĕ мар. Еçсе-çисехлараççĕ пулсан ку килĕшмест вара... Шумковĕн халь укçи-тенки çук пулмалла. Çавăнпа ăна хăш-пĕр чух апат çитеркелени те сиенлех мар пулĕ теттĕм эпĕ. Анчах та ĕçсе ларни аван мар,— терĕм тытăнкаласа хăюсăррăн.
Марина Михайловна йӳççĕн кулкаласа аллисене сулчĕ те хаярланса çапла каларĕ:
— Ĕненĕр, шанăр эсир ăна!.. Упăшкаллă арăма кашни кунах ют арçынпа апат çисе ларни те килĕшмест вăл! Эрех ĕçсе ларни вара лайăх мар еннеллех илсе каять!..— Вăл кăшт тăхтаса тăчĕ те малалла каласа кайрĕ.— Паян мана хачă кирлĕ пулчĕ. Ăна Настя илсе кайнăччĕ. Килтĕм ун патне — алăка шалтан çаклатнă. Шаккарăм — уçмаççĕ. Вăл çывăрать пулĕ терĕм... Тепĕр çур сехетрен Валерий ун патĕнчен тухнине курах кайрăм. Чунăм вĕчĕрхенсе кайрĕ... Эпĕ сире хĕрхенетĕп-çке, Сергей Андрейч... Валерие чĕнсе илтĕм те питĕ хытă вăрçса пăрахрăм. Мĕн эсĕ çын çемйине пăсса çӳретĕн?! Паянах акă Сергей Андрейча каласа паратăп терĕм... Пĕлетĕр-и: Валерий вăл ман ют çын та мар, аппа ывăлĕ. Çапах та хытă ятларăм ачана. Хăраса кайрĕ, ӳкĕнсе йăлăнма пуçларĕ. Эпĕ хам мар, вăл хăй чĕнчĕ мана малтан. Ун патне кайса çӳресси те çавăнтан пуçланчĕ тет. Тархасшăн упăшкине каласа ан парăрах кун çинчен. Каласанах эпĕ кунтан урăх çĕре куçса каятăп тет. Унтан Наçти патне пырса кĕтĕм. Вăл сĕтел çинелле ӳпĕннĕ те пуçне аллисемпе тытса ларать. Сĕтелĕ çинче ĕçме-çиме юлашкисем... Мĕншĕн питĕрĕнсе лартăр тетĕп... Шумков эрех илсе килчĕ те ĕçтересшĕн пулчĕ. Темиçе те апат çитертĕр мана, çавăншăн кăшт та пулин хăналама ирĕк парсамăр терĕ те... Ну, çын курасран алăка питĕртĕмĕр. Ирĕксĕр ĕçтерчĕ тесе хучĕ малтан. Эпĕ ятлама тытăнсан макăрма пăхрĕ, унтан хирĕçсе кайма пуçларĕ. Эс мана ан вăрç! Мана ятлаçма сан пĕр тивĕç те çук. Тухса кай пӳлĕмрен тесе хӳчĕ... Ну, мĕн тейĕн урăх,— тухса кайрăм вара...
Эпĕ вĕсем халь ăçта кайса çухалнинчен тĕлĕнтĕм.
— Малтан Валерийĕ тухса шăвăнчĕ, унтан пĕр çур сехетрен—Наçти. Ăçта кайрĕç — пĕлместĕп,— каласа пачĕ Марина Михайловна.
* * *
Пăлханнă кăмăла лăплантарас тесе хула хушшинелле тухса утрăм. Урамсенче тĕксĕм, сивĕ. Ерипен вĕтĕ йĕпхӳ çуса тăрать. Çаралнă çӳллĕ тирек тăррисене вичкĕн çил суллантарать.
Çур çĕр çитичченех çӳрерĕм аслă урамсем тăрăх, анчах палла тăрансене никамах та тĕл пулмарăм. Урамсенче çӳрекен çынни те сахал. Сивĕ çил хӳтернипе кам пур пекки те васкасах иртсе кайса çухалать.
...Эпĕ таврăннă çĕре Наçтӳç хваттертехчĕ, çурри кăна салтăннă та кравать çинче ларать. Хам чĕниччен вăл пĕр сăмах та шарламарĕ.
Çак каçхине пирĕн хваттерте каллех шăв-шавлă хытă калаçусем пулса иртрĕç. Çакна пула çывăрма выртнă Марина Михайловна та тепĕр хут тăрса ӳсĕркелеме пуçларĕ. Наçтӳç ăна ылханчĕ:
— Карма çăвар вăл... Элекçĕ! Суеçĕ! Шĕппиун! — тесе кăшкăрашрĕ. Хăйне вăрçнине илтнĕ ватă хĕрарăм тӳсеймерĕ, пирĕн пата кĕчĕ те çиллĕн:
— Эпĕ сана каçармастăп çакăншăн. Ыранах ман килтен тасалнă пул!— терĕ Наçтӳçе.
Шăртланнă Наçтӳç хирĕç кăшкăрашрĕ:
— Э-э, эсир пĕр каварлă пулнă иккен! Мана хуса ярасшăн?!. Çук, ниçта та каймастăп. Хуса кăларма пӳлтараймастăр! — терĕ вăл çавăнтах тытăçса ӳкме хатĕр пулса.
Мĕн пулнисене йăлтах шарт та март тунса лартма тăнă хĕрарăм эпĕ чĕнми пулсан тин хăй айăпĕсене йышăнчĕ. Айăплă эп, каçар тесе ӳкĕннĕ евĕр пулчĕ.
— Çитет, текех каçарма пултараймастăп эсĕ улталанисене! Пирĕн уйрăлмалла. Ыранах урăх хваттер туп та кунтан тухса кай,— терĕм эпĕ ăна.
— Ай çу-ук, ниçта та каймастăп, хваттер те шырамастăп! — кăшкăрчĕ вăл каллех куçĕсене вут-хĕмлĕн çиçтерсе пăхса.
— Апла пулсан хам каятăн, —терĕм эпĕ ăна.
— Каях!.. Сансăр та пурăнăп. Мĕнлерех пурăнăп-ха ăшшĕ!.. Ман пата паян тесен паянах санран виçĕ хут хитререх арçынсем те килме пултараççĕ. Эсĕ мĕн? Кам? Хевтесĕр инвалид! — касса татрĕ вăл мана малтанхинчен те тарăхмалларах сасăпа.
Тавлашуран ним усси те пулас çуккине туйса эпĕ урăх чĕнмерĕм.
Шумков çак каçхине хваттерне таврăнмарĕ.
10
Шăв-шавлă калаçу пирĕн шăмат кун каçхине пулса иртрĕ. Тепĕр кунне ирхине ирех эпĕ хваттер шырама тухса кайрăм. Кăнтăрлаччен çӳрерĕм — манерлĕ хваттер тупаймарăм. Чылай утса ĕшеннĕскер, çул майĕпе Кашăк Хĕветĕрĕ патне кĕрсе ларма шухăшларăм, ăна манăн хамăн хуйхă çинчен каласа парас килчĕ.
Анчах Хĕветĕр килте пулмарĕ. Вăл, ларса-тăма юратманскер, ирхи апат хыççăнах тухса кайнă тет те халĕ те таврăнман-ха. Поповсен килĕнче мана Лена хăй кĕтсе илчĕ. Эпĕ пынипе вăл савăнчĕ, анчах та ун сăн-сăпатĕнчи савăнăç йăлтăравĕ нумая пымарĕ, часах тĕксĕмленчĕ, сасси те сӳрĕкленчĕ. Ку вăхăтра Ленăн упăшки те килте çукчĕ-ха. Пĕр кинеми карчăкĕ кăна шалти пӳлĕмре пĕчĕк ачисемпе чарăна пĕлми çуйхашатчĕ.
— Темшĕн кичемлĕнтĕр, Елена Яковлевна? Е эпĕ килсе кĕни килĕшмерĕ-и? — ыйтрăм эпĕ Лена пит-куçĕ салхуланнине курсан.
Вăл ирĕксĕррĕн кăна кăшт куланçи пулчĕ те хуллен:— Пирĕн пурнăçĕ савăнăçлă мар-ха, Сергей Андрейч.. Сана тӳрех кăлас пулать: Михаил Николайча ĕçрен кăларса ячĕç. Халь вырăнсăр ĕнтĕ...
— Мĕншĕн апла ку?!. Пĕр кĕтмен çĕртенех-çке?! —тĕлĕнтĕм эпĕ.
Лена час чĕнмерĕ, имшеррĕн йăлкăшакан кăвак куçĕсене таçта, пушă пулĕм кĕтессинелле, тĕллерĕ те чылай вăхăтран кăна пăшăрханчăк сасăпа калаçма пуçларĕ:
— Кĕтмен çĕртенех мар çав. Ĕçнĕшĕн, ĕç йĕркине пăснăшăн, службăра хушнисене туманшăн... Хăйсен учрежденине вăл темиçе хутчен те ӳсĕр пынă пулнă. Хăш чух кая юлса çитнĕ, хăш чух тата занятисем пĕтичченех тухса кайса ĕçлеменнисем те пулкаланă тет. Ун çинчен эпĕ хăйсен пуçлăхĕ патне ятарласах хам кайса пĕлтĕм... Тата командировкăна кайсан та вулăссенче ӳсĕрĕлсе çӳренĕ тет. Шалăпăсем пур теççĕ. Ак çавăнпа ĕнтĕ. Нимĕн тума та çук...
— Ну, çапах та уншăнах ытла хытă кулянса ан ларăр-ха. Хулара учреждени сахал мар. Урăх вырăна кĕме пултарĕ,— терĕм те эпĕ ăна лăплантарас шухăшпа сăмаха урăх еннелле пăрса яма тăтăм. Анчах та Лена чĕнмерĕ. Тен, хуйхă капланнă ăш-чикне уçăлтарас тесе пулĕ, вăл пукан çинчен тăчĕ те ерипен уткаласа çӳрерĕ, чӳрече патне тăрса урамалла пăхрĕ, унтан каллех хĕсĕк пӳлĕм тăрăх уткаласа илсе малтанхи вырăннех ларчĕ. Паллах, упăшки ĕçке ернĕ пирки вăл пайтах шухăшласа пуçне ватнă пулмалла, анчах та мана ун çинчен халиччен тĕппипе пĕлтерменччĕ-ха. Халĕ ак упăшкин чăрсăрлăхĕ пĕтĕм çемйине чухăнлăх умне çитерсе тăратнине курсан Лена мана ун çинчен каласа памасăр чăтаймарĕ.
— Вырăнĕ тупăнĕ те-ха... Анчах тӳрленмесен, çаплипех ĕçсен ниçта та пуçран шăлса тăмĕç çав,— терĕ вăл ман çине тинкерсе пăхса. — Хĕрхенмĕç. Каллех кăларса ярĕç. Çемйине мĕнле тăрантармалла, мĕнпе тумлантармалла?! Халĕ те вăл кашни уйăхрах хăй илнĕ ĕç укçинчен çуррине ытла ĕçсе пĕтерсех пыратчĕ. Мĕн чухлĕ ӳкĕтленĕ, ӳпкелешнĕ ăна — итлемерĕ! Чăн та, урă чухне ӳкĕннĕ пек те пулать, хăйне хăй вăрçать. Çапах чарăнаймасть, укçи пулсанах каллех ĕçме тытăнать. Ĕçке ерни — темĕнле тӳрленми чирпе чирленĕ евĕрлех пулса тăчĕ ĕнтĕ унăн! Чирленĕ пекех... Капла пурăнма май çук. Хамăн та ĕçе кĕмеллех пулать...
Эпĕ ăна лăплантарасшăн пултăм. Тен, çакăн пек вырăнсăр юлнă хыççăн тарăнрах шухăшлакан пулĕ, ĕçме те пăрахĕ малăшне терĕм. Упăшки ĕçме пăрахассине Лена ĕненмерĕ:
— Ун пек пулсан тем пекехчĕ те çав, анчах шанчăк сахал... Эх, урă пурăнсанччĕ! Ĕçмен чухне, хăвăр та курнă, чипер çын манерлех вăл,— терĕ те хайхи ассăн сывласа илсе шăпланчĕ.
Малалла эпĕ ăна хамăн хуйхă çинчен тата паян иртенпех хваттер шыраса çӳрени çинчен каласа патăм. Ман сăмахсене илтсен Лена йӳççĕн куланçи пулчĕ те пăшăрханса каларĕ:
— Апла иккен! Мăшăрсем тĕлĕшĕнчен иксĕмĕр те телейсĕр пултăмăр эпир, Сергей Андрейч!.. Тĕлĕнетĕп эпĕ: мĕнле вăл саккунлă мăшăру пур çинченех урăх çынпа пурăнмалла?!. Мĕншĕн ху мăшăрнах суймалла, улталамалла?!. Мăшăрланнă чух пĕрле пурăнма сăмах панă тăк — пурăн!.. Ман телейсĕрлĕх хуть — Миша ĕçке ернинчен килчĕ. Çӳрет-и вăл урăх хĕрарăмсемпе, çук-и— эпĕ ăна пĕлместĕп... Санăн телейӳ Настя тĕрĕс марринчен пĕтрĕ. Ку тĕлĕшрен ăна каçарма çуках вара! Хăйне юратакан упăшки пур çинченех вăл ăна суйма, улталама, урăххисемпе пурăнма тытăннă. Этем-и вăл?! Акă эпĕ те сана юратнă, çаплах юрататăп та. Çиелтен шутласан хама тарăхтарса çитернĕ упăшкана пăрахмалла та санпа пурăнма пуçламалла кăна пек. Анчах та çук! Миша пурăннă чух эпĕ урăх арçын ытамне кĕме ниепле те килĕшместĕп. Эсĕ калăн: санăн ачусем пур, çавăнпа килĕшместĕн тейĕн. Чăн та, ачасем пурри мана нумай çыхса тăрать. Анчах çапах та кирек мĕнле пулсан та эпĕ хам упăшкана суйма е улталама пултараймастăп. Пĕрлешнĕ чух — тулли лава пĕрле туртса пыма сăмах панă, пĕрле туртма кӳлĕннĕ — пĕрлех пыр! — терĕ те Лена шăпланчĕ.
Пĕр тапхăр эпĕ каланине кăна итлесе ларнă Лена сасартăк мана чарчĕ те хавассăн çапла каласа хучĕ:
— Чим-ха, Сережа. Эсĕ хваттер шыратăп тетĕн? Тупатпăр ăна вăл никама та пама ĕлкĕрмен пулсан...— Кунта вăл пуçне çăмăллăн çĕклерĕ те кăвак куçĕсене йăвашшăн йăлкăштарса илчĕ.— Кӳршĕрех, Чернышевски урамран пирĕн тăкăрлăка пăрăнса кĕнĕ çĕрти кĕтесре, икĕ хутлă йывăç çурт ларать. Çав çурт хуçи, Разумов, пушанса юлнă хваттер пур тетчĕ. Квартирантсем тупăннă-ши, çук-ши,— кайса пĕлес пулать,— тесе мана çав Разумов патне кĕрсе пăхма сĕнчĕ.
Эпĕ ăна хампа пĕрле пыма чĕнтĕм. Вăл килĕшрĕ.
— Разумов хăй вăл ват хусах. Тата, ман упăшка хăраххи, ĕçме юратарах парать. Усĕрĕлсен темскер кăшкăрашас, çуйхашас йăли пур тата. Ку аванах мар ĕнтĕ. Çапах та çынпа вăрçни-çапăçниех çук хăйĕн... Ну, хваттерĕ уйрăм унăн, урăх алăкпа кĕмелле. Ўсĕр чух хăйне кĕртмелле мар çех,— терĕ мана Лена хваттер пăхма кайнă вăхăтра.
* * *
Разумов старикĕн çурчĕ пĕчĕк мар. Стенисене тултан та, шал енчен те чус хăмисемпе çапса якатнă. Пӳрчĕн çӳлти хутне пĕтĕмĕшпех пĕр фельдшер çемйи йышăннă. Çурт хуçи хăй аялти хутăн хыçалалли, картиш еннелли пайĕнче пурăнать. Хваттере ямалли зал текен аслă пӳлĕмĕ — пӳрчĕн урам енчи вĕçĕнче. Унăн пилĕк пысăк чӳрече: вĕсенчен иккĕшĕ тăкăрлăк енне, виççĕшĕ урамалла пăхаççĕ.
Кил хуçи, тăрмаланчăк кăвак çӳçлĕ те кăвак сухаллă старик, пире хваттерĕпе паллаштарма илсе кайрĕ. Кивелсе çитнĕ урай хăмисем çĕрĕшнĕ, вĕсенчен чĕрĕ шăршă çапать. Анчах та чӳречисем нумай пирки пӳлĕмре çапах та çутă. Тата хампа юнашар тăракан Лена сăн-сăпăчĕпе унăн ăшă кăмăлĕ те ăнă маншăн илемлĕх кӳчĕ пулмалла. Паллах, кунта куçсан мана нихçан та манма пултарайман Ленăна кашни кун курма пултарасси те илĕртрĕ ĕнтĕ. Çавăнпа эпĕ пĕр тиркешсе тăмасăрах хуçана ун хваттерĕ хама килĕшни çинчен пĕлтертĕм.
— Юрать. Килĕшет пулсан задаткă тӳлесе хăварăр та кирек хăçан куçса килме пултаратăр,— терĕ мана Разумов старик тирпейсĕррĕн сапаланнă кăвак çӳçне катрашкаллă пӳрнисемпе якаткаласа.
Ку çынна эпĕ час-часах столовăйсенче сăра курки тытса е ахалех усăнса ларнисене те куркаланă. Вăл хăй мана палламасть. Эпĕ ăна малтанлăха тесе çирĕм тенкĕ патăм та паянах куçса килесси çинчен иĕлтертĕм.
— Хваттерĕ кивĕ, нӳрĕ шăршă çапать. Анчах та кунта куçса килсен манăн пурнăçа эсĕ çывăхра пурăнни илемлетме пултарать. Çавăнпа та эсĕ мана ку хваттере тупса панăшăн питĕ хавас. Рехмет сана! — терĕм эпĕ Лена урама тухсан унпа уйрăлса кайнă чух.
— Аван пулать, аван! Часрах куçса кил. Хуть санпа калаçса чуна пусарăп хăш-пĕр йывăр сехетре,— терĕ те вăл ăшшăн кулса аллине сула-сула тăкăрлăкпа хăйсен килĕ еннелле хăпарса кайрĕ.
* * *
Кĕрхи кун каç еннелле сулăннă ĕнтĕ. Япаласем турттарма тесе Пасар урамĕнче пĕр пушă лав тытрăм та хамăн кивĕ хваттере кайрăм. Унта çитсенех Марина Михайловнăна хам куçса каясси çинчен пĕлтертĕм тата иртнĕ уйăхшăн тӳлемелли хваттер укçине парса татрăм. Эпĕ каясса пĕлсен вăл хытă пăшăрханчĕ.
— Питĕ шел, Сергей Андрейч! Эпĕ сана усал сунманччĕ... Виçĕ çул пурăнтăн ман патра, виçĕ сăмах илтмерĕм; хам та каламан пулĕ. Мĕнпе те пулин кӳрентертĕм пулсан — каçар! — терĕ вăл манăн алла тытса чăмăртаса. — Ку кĕтмен асар-писер пĕтĕмпех Настя пирки килсе тухрĕ. Ну, ăна эпĕ кунта усрамастăп. Хваттер тупма виçĕ кун кăна срук паратăп,— хушса хучĕ вăл çавăнтах.
Çав самантрах Марина Михайловна мана Шумков тухса кайни çинчен те каласа пачĕ.
— Лайăх мар пулчĕ, мăн аппа, тет мана. Çакăн пек шăв-шав хыççăн эпĕ кунта текех пурăнма пултараймастăп терĕ те урăх калаçса тăмасăрах тухса кайрĕ. А мĕн, ун валли качча кайман хĕрсем çук-им вара?!. Пур, туллиех вĕсем. Иртĕхме юратать вăл, Валерий! — Марина Михайловна сăмахне вĕçленĕ май аллине сулчĕ.
Эпĕ çак ватăлма пуçланă хĕрарăма ырă кăмăлĕшĕн тав турăм та хама тивĕçлĕ япаласене лав çине тиеме пикентĕм.
Пĕр пуканпа сĕтел, шкап тата кушеткăна илсе тухса лав çине хунăччĕ ĕнтĕ. Таçта кайса çухалнă Наçтӳç шăпах çак самантра хапхаран килсе кĕчĕ.
— Мĕн хăтланатăн эсĕ? — терĕ те вăл пĕр саманта хытса кайсах шăппăн пăхса тăчĕ. Унтан эпĕ пĕчченех куçса кайма тăнине пĕлсен хăвăрт тарăхса вăрçма, çатăртатма тытăнчĕ, тилхепене тытса илсе лашана çавăрчĕ те лава тӳнтерсе яма хăтланчĕ, анчах та ăна лавçă чарчĕ; хайхи, эпир сиссе иличчен, качака евĕр сиксе лав çине хăпарса кайрĕ те тиенĕ япаласене пурне те çĕрелле вăркăнтарчĕ. Юлашкинчен ман пата чупса пычĕ, тем те пĕр каласа вăрçма пикенчĕ, кĕç-вĕç сиксе ларса чăрмалас кушак пек явăнса, ман тавра кускаларĕ.
Эпĕ тавлашса тăмарăм. Хама персе панă кĕпе-йĕмпе ытти вак-тĕвеке чăматана тултартăм та пушă лав çине ларса çĕнĕ хваттере тухса кайрăм.
— Каях, каях! Маншăн эсĕ тасални паха. Эпĕ ниçта та каймастăп,— терĕ вăл ман çинелле сурса.
— Ну, хĕрарăм та вара ку!.. Арăм мар,— вĕри çĕлен!.. Мĕнле тӳссе пурăннă ара эсĕ ăна?! — терĕ мана лавçă, хулăм. кĕлеткеллĕ арçын, хапхаран тухсанах хыттăн тьхулатса сурса.
11
Пĕччен пурăнам та, чĕреме лăпкăрах пулĕ тесе шухăшларăм эпĕ çĕнĕ хваттере куçнă чух. Вăтăртан иртнĕ çыншăн, чăн, хусаххăн пурăнни илемлех те мар ĕнтĕ: вăхăчĕпе тунсăх е кичемлĕх те пусма пултарать. Çапах та ĕçлени ытлашши кичемленмех памĕ-ха терĕм. Ĕçме энĕ юратмастăп, çавăнпа ман кăмăлăм та çирĕп. Кăмăл çирĕп пулсан темле йывăрлăха та çĕнме пулать.
Манăн пурнăç улшăнса тăни хампа пĕрле ĕçлекен юлташсенчен хăшне-пĕрне пăшăрхантарчĕ, теприсене, пурнăç çине çиелтен пăхакан çамрăксене, хаваслантарчĕ те темелле. Мĕншĕн тесен вĕсем, ирĕклĕ хусахсем, занятирен пушă сехетсенче ман пата хăюллăнах пырса ларма пултарчĕç, хĕрарăм çук çĕрте хăйсене пĕр именмесĕр тыткаларĕç, мана шахматла, доминолла выляма хутшăнтарчĕç.
Кашăк Хĕветĕрĕ эпир уйрăлнине ырларĕ. Хăй те сахал ĕçекен çын, вăл эпĕ ĕçменнине мухтарĕ.
— Эсĕ тĕрĕс тăватăн: ан ĕç!.. Эпир совет влаçĕ тăвассишĕн çапăçнă, халĕ çĕнĕ пурнăçшăн вăя хурса ĕçлетпĕр. Социализмшăн кĕрешнĕ çĕрте пире урă çынсем кирлĕ. Ан ĕç. Эпĕ сана ĕçке ернĕ арăму пăсса ярасран хăраттăм. Уйрăлтăр — ку питĕ аван! — терĕ вăл мана. Çавăнпа та эпир унпа малтанхи пекех туслăн пурăнтăмăр.
Маншăн халь Лена та чăн-чăн çывăх тус, тĕрĕс юлташ пулса тăчĕ. Эпĕ ăна ĕнтĕ кашни кун тенĕ пекех курма пултаратăп. Унăн ансăр тăкăрлăкпа урамалла тухакан çулĕ ман хваттер çумĕпех иртсе каять. Вăл ирхине ирех витрисене чăнкăртаттарса сăртран шыв ăсма анать-и, çăкăр, юр-вар таврашĕ илме магазина е пасара-мĕне васкать-и, эпĕ хам хваттерте чухне ăна яланах куратăп. Вăл иртсе пыни мана кашни чӳречеренех урамалла та, тăкăрлакалла та курăнать. Темле вăскаса иртнĕ чух та Лена ман чӳречесем енне пăхса илетех. Эпĕ ăна алăсемпе сĕлтсе саламлатăп. Вăл йăл! кăна кулса илет те хăй те аллипе сулса илсе малалла иртсе каять. Васкамаллах мар чухне Лена самантлăха ман пата кĕрсе те тухкалать.
— Мĕн илмелле? Илсе килсе парам. Сана çӳреме çăмăл мар... Хуралнă кĕпӳ-йĕмӳсем пулсан илсе пыр. Çуса парăп,— тет вăл мана тăтăшах.
Пушă вăхăтсенче Лена ятарласах калаçма тесе те пыра-пыра ларать. Калаçусем хушшинче эпир хамăр малтан тĕл пулнисене, пĕр-пĕрне мĕнле юратнисене, курас килнипе чĕререн çунса тунсăхланисене аса илетпĕр. Çакăн пек калаçусенче ман ума час-часах вунă çул каялла курнă çамрăк Ленăн ытарайми сăнарĕ тухса тăрать... Çаксене аса илсен Ленăна ман каллех ĕлĕкхи юратупах хĕмленсе юратас килсе каять. Чĕрем хăвăрт тапма пуçлать, шăм-шак вĕриленет... Анчах та ман умра халь вунă çул каялли пек яштăм пӳллĕ Лена мар ĕнтĕ. Унăн куç-пуç таврашĕсем тĕксĕмленнĕ, шăм-шакĕ ӳтпе тулнă; вăл вăтăр енне çывхарнă, чеченлĕхĕ шаннă сăпай кăмăллă хĕрарăм. Апла пулин те Лена хăйĕн илемлĕхне çухатман-ха. Хальхи илемлĕхĕ унăн урăхла — пурнăçпа ĕçре пиçсе çитнĕ çамрăк арăм илемĕ.
Пĕррехинче эпĕ темĕн пек чарăнас тесен те тытăнса тăраймарăм: сылтăм аллăма Лена хул пуççийĕ çине хутăм, сулахаййипе пилĕкĕнчен тытса ăна хам паталла туртрăм.
— Эх, Лена, Лена! Мĕнле çунса юратнă эп сана! Çав юрату-çке халичченех сивĕнеймест...— тетĕп хам юратнă хĕрарăма çулăм хыпнă кăкăрăм çумне пăчăртама тытăнса.
Лена сасартăк туртăнчĕ те ман ытамран вĕçерĕнсе айăккалла кайса тăчĕ.— Юрамасть! — терĕ вăл мана тĕксĕмленнĕ куçĕсемпе кăмăлсăррăн пăхса.— Сана ун çинчен каланăччĕ-çке эпĕ, мантăн-им?!
— Чим-ха, Лена... Эпĕ саншăн ютă çын мар вĕт? — терĕм ăна.
— Ют мар та, эпĕ упăшкаллă арăмне эсĕ пĕлетĕн-çке-ха? Юрататăп-и, юратмастăп-и ăна,— пурĕ пĕр хамăн мăшăра улталама юрамасть! Ун пирки малтанах каланăччĕ-çке сана: эпир халь пĕр-пĕринпе çывăх тус-юлташсем пек çех килĕштерсе пурăнма пултаратпăр,— татса хучĕ вăл.
— Апла кăна шухăшлатăн пулсан, Лена, ку питĕ илемлех те мар, илĕртӳллĕ те мар,— терĕм те эпĕ хам та каялла чакса тăтăм.— Пирĕн пĕр-пĕрине манмалли çеç юлать.
Çав самантра манăн кăмăлăм пăлханса кайрĕ, лайăх маррăн туйăнчĕ, çавăнтах хваттертен тухса каялла таврăнми таçталла каяс килчĕ. Эпĕ пĕр вăхăт хушши калаçма та, кулма та пултараймарăм.
Лена ăшшăн кулса ячĕ те пĕр-ик утăм ман паталла ярса пусрĕ.
— Эх, эсĕ те çав!.. Ху таçта та пулса, темĕн те тӳссе пиçнĕ çын тетĕн. Сана эпĕ тӳрĕ чунлă та тăн-пуçлă этем тесе шутлатăп. Çавна та ăнланмастăн-и вара?! Упăшкам пур çинченех мĕнле чунпа урăх арçын ытамне кĕрсе çыпçăнам-ха эпĕ?!. Çук, ун пек пулма нихçан та килĕшместĕп. Çакна ан ман!.. Тата пĕр-пĕринпе тус-юлташлă пурăннинче эсĕ нимĕнле илемлĕх те çук тетĕн. Тĕрĕс мар! Епле илĕртӳллĕ, епле илемлĕ те вăл ĕлĕк чунтан юратнисене астуса, халĕ пĕр-пĕрине хисеплесе туслăн пурăнни!?. Арçынпа арçын е хĕрарăмна хĕрарăм пĕр-пĕринпе тус-юлташлăн пурăнма пултараççĕ пулсан çакăн пек тус-юлташлăхах арçынпа хĕрарăм хушшинче мĕншĕн пулма пултараймасть пулĕ вара? Эпĕ пултарать пулĕ тетĕп. Санпа курнăçса пурăнассинче эпĕ çакăнтан ытла иртме пултараймастăп... Килĕшетĕн-и эпĕ каланипе? — терĕ те Лена ман çине тинкерсе пăхса каллех аяккалла кайса тăчĕ.
— Ăнланатăп. Эсĕ калани тĕрĕс, Лена! Тĕрĕс!.. Анчах ман çапах та эс вĕрентсе каланисемпе ниепле те килĕшес килмест,— терĕм те эпĕ пукан çине пусăрăнса лартăм.
— Килĕшес пулать çав, Сергей Андрейч. Эсĕ те ĕнтĕ текех çирĕм çулхи яш каччă мар,— терĕ те Елена Яковлевна, ну, паянлăха калаçса çитĕ тесе сывлăх сунса хăвăрт тухса кайрĕ.
«Çаплах. Вăл тĕрĕс,— шухăшларăм эпĕ Лена тухса кайнă хыççăн чылайччен хускалмасăр ларса.— Чĕре туртни хыççăн кайма юрамасть. Чĕре туртнине ăс-пуçа пăхăнтарас пулать».
12
Наçтӳçрен эпĕ кĕркунне, октябрь уйăхĕнче, уйрăлса кайрăм. Разумов патĕнче пĕр-пĕччен чиперех хĕл каçрăм теме те юрать. Ку хĕлте таврари пурнăçра чылай улшăнусем пулчĕç. Ложечкин тăрăшнипе Лена упăшкине, Попова, издательствăра вырăн тупса пачĕç. Вăл унта бухгалтер помощникĕ пулса ĕçлеме тытăнчĕ. Пĕр-икĕ уйăх таран Попов аванах ĕçлерĕ, тен, хăш-пĕр чух вăрттăн ĕçкелетчĕ те пулĕ, анчах занятисене урă пуçпах, йĕркеллĕ çӳрерĕ. Çакна пула Лена чылаях хавасланчĕ.
Кӳршĕрех пирки эпĕ вĕсем патне тăтăшах кая-кая ларатăп. Çур çĕр иртичченех шахматла е шашкăлла вылятпăр. Эпир вылянă çĕре Поповпа Лена та пыраççĕ. Пирĕн хушăра мирлĕ те савăнăçлă калаçусем пулса иртеççĕ. Эпĕ пырсан Лена кăмăлĕ савăнăçпа çĕкленсе тулать, вăл пуринпе те кăмăллăн калаçать.
Анчах Поповсен килĕнче çак пĕр тикĕссĕн шуса пыракан пурнăç хĕл варрине çитсен хăвăрт улшăнса тăчĕ. Лара-тăра пĕлмен тата пĕр ĕçре пусăрăнса ĕçлеме юратман Кашăк Хĕветĕрĕ çĕнĕ çул хыççăнах хăй Шупашкартан каясси çинчен пĕлтерчĕ.
— Партин Самар обкомĕ çумĕнче чăваш секцийĕ организациленĕ. Ĕçлекенсем çитмеççĕ тет. Унтах тата чăвашла хаçат та кăларма тытăнмалла... Партин Самар обкомĕ Чăваш обкомĕнче ĕçлекенсем пама ыйтать. Ну, вара... эпĕ кайма килĕшрĕм.
Ку кĕтмен хыпар мана та, Ленăна та уяр тӳперен аçа çапнă пекех туйăнса кайрĕ. Мĕншĕн тесен Ложечкин кайсан пире Ленăпа кашни кун курнăçма май паракан сăлтав пĕтесси паллă пулчĕ. Эпĕ хамăр çывăхрах ачисем валли чăлха çыхса ларакан Лена çинелле пăхрăм, унăн пысăк кăвак куçĕсем эпĕ хăй çине пăхичченех мана тĕллесе илнĕ те иккен. Эпир пĕр самант хушши нимĕн чĕнмесĕр хире-хирĕç пăхса лартăмăр та, темĕнле вăрттăн канаш тунă пекех, иксĕмĕр те Хĕветĕре ӳпкелешме тытăнтăмăр.
— Пирĕн хваттер килĕшмерĕ пулмалла ĕнтĕ сире, Федор Иванович? Кирлĕ таранах пăхма пĕлместĕп пулмалла çав, çавăнпа каяс тетĕр пулĕ-ха,— тесе хучĕ Лена ӳкĕтленĕ сасăпа.
— Çук, çук, мĕн калаçатăр эсир, Еленă Яковлевна! Сире кӳренсе е тарăхса мар. Эсир мана питĕ лайăх пăхатăр: апат-çимĕç пĕçерсе парас енчен те, кĕпе-йĕм çуса парас е тумтирсене тасатса парас тĕлĕшпе те эпĕ халиччен сирĕн пек лайăх пăхакан хĕрарăма курман. Уншăн сире чĕререн тав тăватăп. Ĕмĕрне те манас çук! — терĕ Ложечкин каялла шăлса янă йăм хура çӳçлĕ пуçне сулкаласа.
— Шупашкара юратмасть вăл. Чăваш çĕрĕнчен тарса пысăк хулара чаплăрах пурăнасшăн пулмалла,— терĕм эпĕ ăна йĕкĕлтерех.
— Ну, вăт, ку сăмахра пăртак тĕрĕслĕхĕ пур, Сергей! Самар чăн та пылчăклă Шупашкар мар ĕнтĕ вăл. Пысăк хула, чул хула... Анчах чăвашсенчен тарса мар эпĕ, унта та чăвашсем хушшинче ĕçлеме каятăп,— ăнлантарса пачĕ Ложечкин.
— Питĕ шел, Федор Иванч! Ху пĕлетĕн: эпĕ сана чĕререн хисеплеттĕм. Эсĕ те мана хисеплетĕн пулĕ тесеттĕм эпĕ... Санран уйрăлса юлма чăннипех те йывăр пулать пире,— терĕм эпĕ ăш-чикре хурлăхлă туйăм-сисĕм капланса килнине аран пусарса. Калас пулать, Кашăк Хĕветĕрне эпĕ чăнласах та пĕтĕм кăмăлтан юрататтăм, ăна хамăн çывăх та ырă юлташăм тесе шутлаттăм.
— Апли апла та вăл, Сергей... Унта та ĕçлекенсем кирлĕ-çке. Парти обкомне сăмах панă ĕнтĕ, каялла туртăнма юрамасть,— терĕ те вăл хуллен шăхăрса юрлакаласа умри шахмат хăми çине тинкерчĕ.
— Эпĕ кунта килетĕп. Айта сыхлан! — терĕ хайхи ладйипе манăн короле атакăласа.
Килне тин çеç таçтан таврăннă Попов пырса кĕчĕ. Вăл çимелли хатĕрлесе пама ыйтрĕ.
Лена кухньăна кĕчĕ те унта пынă упăшкине Ложечкин каясси çинчен пĕлтерчĕ.
— Кăшт каласа панăччĕ вăл мана... Каятех-и вара? — ыйтрĕ Попов.
— Самара куçать,— терĕ Лена.
— Шел, шел... Мана вырăн тупса парасшăн тăрăшрĕ. Халь хăй каять тата! — илтĕнчĕ кухньăран Попов пăшăрханса калаçни.
Ку каçхине эпир шахматла та нумаях выляймарăмăр. Ложечкин ыйхă килет терĕ те, эпĕ пурне те ырă каç сунса тӳхса кайрăм.
... Тепĕр вунă кунтан Кашăк Хĕветĕрĕ Шупашкартан тухса кайрĕ. Ăна ăсатса яриччен малтанхи каçхине Поповсем патне чылай юлташсем пухăнчĕç. Нумай лартăмăр, çирĕмĕр, ĕçрĕмĕр. Кашăк час-часах çыру ярса тăма пулчĕ.
Поповĕ ӳсĕрĕлсе вырăн çине тӳнсе кайрĕ. Кашăк хăй те чылаях ӳсĕрĕлнĕччĕ те пире ăсатма тухмарĕ. Лена пĕчченех ăсатрĕ.
— Федор Иванч кайни пирĕншĕн аванах мар ку... Ну, эсĕ çапах та килкелесе лар. Михаил Николайч издательствăра ĕçленĕ чух санăн килсе ларма майĕ пур-ха. Унпа калаçса лармалла килетĕн,— терĕ вăл мана тĕттĕм калинкке умĕнче чарăнсан аллăмсене хыттăн чăмăртаса. Ĕçсе хĕрнĕскер, эпĕ ăна питĕнчен чуп туса илтĕм. Лена хирĕçмерĕ, вара хам та питĕ кăмăллăн уйрăлса кайрăм.
Ложечкин Шупашкартан кайни малтанлăха мана хытах тунсăхлаттарчĕ. Лена çывăххине пăхмасăрах, хамăн кӳршĕри çурт пушанса юлнă пекех туйăнчĕ.
Эпĕ Поповсем патне çапах та тăтăшах кайкаларăм-ха. Анчах та Лена мана хавассăн йышăнса илни унăн упăшкине килĕшмерĕ. Манпала вăл сӳрĕккĕн калаçрĕ: кĕвĕçрĕ пулмалла тата ĕçкĕшĕн кичемленни те палăрчĕ. Эпĕ ĕçкĕ таврашне юратманнине Попов пĕлетчĕ, тепĕр енчен çакăн пирки те пулĕ, вăл манпа сахал калаçрĕ, пĕр-пĕр кĕтесерех ларатчĕ те хура куçĕсемпе салхуллăн пăхкаласа текех тути хĕррисемпе аялалла усăннă мăйăхĕсене шăлкалатчĕ, пĕр сăлтавсăрах ачисене вăрçатчĕ.
Ĕçке ернĕ çынсем нумайăшĕ тапхăрĕ-тапхăрĕпе ĕçеççĕ: хăшĕсем ик-виçĕ эрне е пĕр-икĕ уйăх таран та нимĕн ĕçмесĕр, урă пурăнаççĕ. Çакăн хыççăн вара, урăлăх шайĕ тулса çитнĕ пек пулать пулас та, вĕсем каллех кашни кун ĕçсе супма пуçлаççĕ. Пĕр ĕçме тытăнсан ун пек çынсемшĕн ним те шел мар: вĕсем ачи-пăчи выçă е çарамас ларассине те пăхмаççĕ, укçи пĕтсен килти паха япалисене çемйинчен вăрттăн сутса ĕçеççĕ е кăшт палла тăран çынсем хушшинче кĕлмĕçленсе укçа ыйтса çӳреççĕ.
Поповшăн та çакăн пек тапхăр çитрĕ пулас. Халь ĕнтĕ вăл пĕр енчен хăйне Ложечкин çуккипе те ирĕккĕн туйрĕ: ĕçнĕшĕн пĕр хăй арăмĕнчен пуçне урăх никам та кӳренес çуккине курчĕ; тепĕр енчен тата — ĕç укçи илкеленĕ хыççăн кĕсйинче укçа пулни те унăн пырне кĕçĕттерчĕ пулас.
Попов кунран-кун хыттăн ĕçме пикенчĕ. Малтан праçник ячĕпе ĕçрĕм терĕ, унтан пурнăç кичем пирки чуна йăпатма ĕçетĕп текелерĕ. Вăл занятисене те ӳсĕр пыма пуçларĕ. Малтан ăна аслă бухгалтер, унтан издательство пуçлăхĕ хăй те ик-виçĕ хутчен асăрхаттарчĕ. Попов темиçе хутчен те урăх ĕçместĕп тесе сăмах пачĕ, анчах сăмахне тытаймарĕ. Çакăншăн ăна хăй пурнăçĕнче иккĕмĕш хут ĕнтĕ каллех вырăнтан кăларса ячĕç.
Попов ĕçсĕр тăрса юлчĕ. Çакăн хыççăн вăл пушшех те чĕмсĕрленчĕ, усалланчĕ. Арăмĕ ăна урăх ĕç шырама хистерĕ. Çакна пула вĕсен çемйинче хирĕçӳсем пуçланчĕç. Манăн вĕсем патне çӳрес кăмăл пĕтрĕ. Лена хăй кăна тăтăшах пырса ларкаларĕ, анчах вăл пырсан та унпа савăнăçлăн калаçса ларасси пулмарĕ.
Пĕр-ик эрне иртсен ман пата халичченхи пек мар савăнăçпа çуталнă Лена пырса кĕчĕ.
— Ну, Сергей Андрейч, эпĕ паянтан вара каллех санитаркă! Мана халь çеç уçăлнă поликлиникăна илчĕç... Халăх хушшинчи пурнăçа санитаркăпа пуçларăм, ăна ĕнтĕ çак санитаркăпах вĕçлеме ĕмĕтленетĕп. Чăн, санитаркăн ĕç укçи пысăк мар та, çапах ку хам юратнă ырă ĕç. Эпĕ чирлĕ çынсене пăхма вĕреннĕ, вĕсене хĕрхенетĕп; мĕн чухлĕ те пулин пулăшса вĕсен пурнăçне çăмăллатас килет. Çĕнĕ пысăк çуртра таса халь, çутă, илемлĕ. Ĕçлес килет! Ку — пĕр енчен... Тепĕр енчен тата халь ĕнтĕ кашни пĕр-икĕ тенкĕ укçашăнах Михаил Николаевич куçĕнчен пăхса мĕскĕнленмĕп,— терĕ вăл.
Ленăпа пĕрле эпĕ хам та хĕпĕртерĕм. Мана пуринчен ытла унăн кăмăлĕ çĕкленни савăнтарчĕ.
Тепĕр виç-тăватă кунтан Лена мана упăшки те вырăн тупса ĕçе кĕни çинчен пĕлтерчĕ.
— Вырăнĕ пысăках мар: инвалидсен кооперативĕнче счетовод ĕçĕ анчах,— терĕ вăл.— Çапах та юрĕ. Килте ахаль вăрçса лариччен пĕчĕк счетовод пулса ĕçлени те усăллă. Кам айăплă-ха уншăн? Хăй! Лайăх ĕçлеме пултарас çĕртенех ĕçкĕ пирки аялтан аялалла анса пычĕ. Кунтан та кăларса ярсан — таçта кайса кĕрĕ вара? — терĕ вăл кула-кула.
Попов хăй сиввĕн йышăннине кура эпĕ вĕсем патне сайра хутра кăна кайкаларăм. Ун вырăнне Лена хăй ман пата тăтăшах кĕрсе ларма пăрахмарĕ. Анчах кунта та манăн хваттер хуçи Разумов старик — Попов хăраххи — Лена час-часах пырса çӳренине асăрханă та, çакă ăна килĕшмен иккен.
— Мĕн тесе килет текех сан патна çав Попов арăмĕ?!. Мĕн ĕç пур унăн арçын патне килме? — терĕ вăл мана пĕррехинче çенĕкре, эпĕ Ленăна ăсатса янине шанман куçсемпе пăхса тăнăскер.
— Эпир унпа пĕр енчи çынсем пулатпăр-çке, Лука Иванч! Пĕр-пĕрне тахçантанпах паллатпăр. Çавăнпа кунта ним тĕлĕнмелли те çук,—терĕм те старике, вăл сăмсипе тулхăрса илсе хăй пӳлĕмне кĕрсе кайрĕ.
Çав вăхăтра хулари электростанци вăйсăр пирки электроплиткăсемпе усă кураймастăмăр. Чей вĕретме çăмăлтарах пултăр тесе эпĕ çур витре кĕрекен сăмавар туянтăм. Сахăр тупса илме те йывăртарах пирки, чейне яланах пылпа ĕçеттĕм. Хула çывăхĕнчи ялсенчех паллакан утарçăсем пурччĕ те — пылне çавсенчен илсе тăраттăм.
Пĕррехинче, февраль вĕçнелле, шăп та лăп Хĕрлĕ Çар уявĕ кунĕ ирхине, пĕр утарçă мана темиçе килограмм ытарма çук паха — сап-сарă та кĕрпеклĕ пыл сутса хăварчĕ. Халĕ ĕнтĕ пыл та, çу та, ытти ĕçме-çимеллисем те пур. Çакна пула манăн хам савнă юлташсене чей сĕтелĕ тавра пухса савăнăçлă калаçу каçĕ туса ирттерес килчĕ. Çав кунхинех, учрежденире Хĕрлĕ Çар кунĕ ячĕпе пуху туса ирттернĕ хыççăн, эпĕ темиçе юлташа каçпала хам пата пыма чĕнтĕм.
— Пире эрех нумай кирлĕ мар, юлташсем. Чей ĕçĕпĕр, Хĕрлĕ Çар историнчи паллă тапхăрсем çинчен аса илсе калаçăпăр, шашкăлла, шахмăтла выльăпăр. Юлташла калаçу каçĕ пултăр,— терĕм эпĕ вĕсене. Чылайăшĕ килĕшрĕç.
Хваттере таврăнсан сăмавар вĕретрĕм, ĕçме-çимеллисене сĕтел çине кăларса лартрăм та — юлташсем пырасса кĕтетĕп. Çак самантрах чӳречерен Лена иртсе пынине курах кайрăм. Ăна кантăкран шаккаса чĕнтĕм те, вăл кĕрсе ларчĕ.
— Паян Хĕрлĕ Çар уявĕ, Лена. Куратăн-и, çак уява чыслама епле хатĕрленетĕп! Кĕçех виç-тăватă юлташ килмелле... Айта упăшкуна чĕнсе кил те, пĕрле ĕçсе-çиетпĕр,— терĕм эпĕ ăна пӳлĕмре хавассăн уткаласа çӳресе.
— Эсĕ ĕçме юратакан çын марччĕ-çке? Е вĕренес тетĕн-и?— кулса илчĕ вăл.
Пирĕн эрех сахал пулать... Чей сĕтелĕ тавра çывăх юлташсем пухăнса ăшшăн калаçса ларас шутпа çех эпир,—терĕм те эпĕ, Лена мана ăнланмасăр тĕлĕнсе пăхса тăчĕ.
Каярахпа вăл ман сăмахсем тăрăх кунашкал юлташла калаçу каçне эпĕ пĕччен пурăннипе кичемленесрен шухăшласа кăларнине тавçăрса илчĕ те ăна ырларĕ. Уяв каçĕнче арçынсем кăна пулассине пĕлсен Лена кунта юлассипе аран килĕшрĕ. Эпĕ упăшкине чĕнме сĕнтĕм. Вăл упăшки килте çукки çинчен пĕлтерчĕ те ăна чĕнмелле пулмарĕ.
Вăхăт нумай та иртмерĕ, манăн чĕннĕ юлташсем пыма пуçларĕç. Пилĕк-ултă çын пырса çитрĕ. Вĕсем хушшинче граждан вăрçинче пулнă хампа тантăш арçынсем те, Хĕрлĕ Çартан тинрех таврăннисем те пур.
Пымалли çынсем пуçтарăнса çитсен пăсланса тăракан сăмаварлă сĕтел тавра лартăмăр. Хваттер хуçи вырăнĕнче шутланнă майпа эпĕ малтан кĕске сăмах каларăм. Сăмахăм ман Хĕрлĕ Çар кунĕн пĕлтерĕшĕ çинчен тата хамăрăн çак юлташла уяв каçĕ мĕнле йĕркепе иртмелли çинчен пулчĕ.
Ĕçме-çиме пуçларăмăр. Пĕр-икшер черкке пылак ликера ĕçнĕ хыççăн чĕлхе-çăварсем çăмăлланчĕç. Йĕркеллĕ сăмахсем тапранчĕç. Ватăраххисем граждан вăрçи вăхăтĕнче курса тӳснисемпе ун чух тунă чаплă çĕнтерӳсем çинчен, çамрăккисем — Хĕрлĕ Çар историнчи паллă тапхăрсемпе унăн ӳсĕмĕ çинчен кала-кала пачĕç. Эпир вĕсене хаваслансах итлерĕмĕр.
Ўсĕртекен шĕвекне эпир нумай мар, чухлă кăна ĕçрĕмĕр. Тепĕр сехетрен пĕрисем шахмăтла, шашкăлла выляма пикенчĕç, хăш-пĕрисем çаплах сĕтел патĕнче ларса халап çапрĕç, савăнăçлăн юрлакаласа та илчĕç.
Çак хушăра алăка шаккани илтĕнчĕ. Эпĕ алăка пырса уçрăм та, пӳрте кĕтмен хăна — Наçтӳç кĕчĕ тăчĕ!
— Э, вăн мĕнле!.. Эсир питĕ савăнăçлă пурăнатăр-мĕн!— терĕ те вăл алăкран кĕрсенех малтан залри çынсене, унтан хваттер ăш-чикĕпе унти япаласене сăнаса пăхкаларĕ.
Хăнасем хушшинчен пĕри ăна малалла иртме сĕнчĕ. Лешĕ хусканмарĕ-ха, алăк патĕнчех пăхкаласа тăчĕ, ал лаппипе сылтăм пит çăмартине хупларĕ те ман çине шăтарас пек пăхрĕ;
— Эпĕ нихçан та мĕскĕнле пурăнман, Наçтӳç. Манăн туссем, юлташсем лайăх. Аван пурăнатпăр... Мĕнле шыраса тупрăн? Кам каласа ячĕ?— ыйтрăм эпĕ ăш-чик хăвăрт салхулланса килнипе. Мĕншĕн тесен вăл кунта лайăх мар кăмăлпа килсе кĕнине эп ун çине пĕрре пăхсах асăрхаса илтĕм. Çавăнпа та вăл пирĕн савăнăçлă уява пăсса ярасси маншăн малтанах паллă пулчĕ.
— Илтнĕ пек пулнăччĕ эсĕ кунта тенине. Хваттер хуçине те паллатăп пек туйăнать,— терĕ вăл ал лаппине пичĕ çинчен илсе тата çав хушăрах, сунас ернĕ çын пек, сăмсине нăш-нăш турткаласа.
— Салтăн, Настя. Килсе лар пирĕн хушша!— терĕ ăна Лена пĕр кулмасăр-тумасăр.
Наçтӳç саланмасăрах малалла иртрĕ те сĕтел çывăхĕнчи пукан çине ларчĕ. Лампа çутине ларнипе эпĕ халь тин лайăххăн асăрхарăм: унăн типшĕрме пуçланă пичĕ çинче лапкăм-лапкăм кăвакарнă е сарăхса ларнă паллăсем пур. Вăл вĕсене тăтăшах аллисемпе хупласа çынсенчен пытарма тăрăшать. Сасси те унăн темле хăйăлтатса тухать.
— Эсĕ мĕн, Настя, чирлемен пулĕ-çке? Сăн-питӳ темле улшăннă санăн?— ыйтрĕ унран Лена çиллентерес мар тесе пулмалла, çемçен те çав тери асăрхануллăн.
— Чирленĕ пек мар-ха... Такам хĕненĕ пуль сана?! Сăну-питӳ кăвакарнă, сарăхнă! Мĕн пирки вăл?— терĕм эпĕ тӳррĕнех.
— Çу-ук, кам хĕнетĕр? Тумхах çинче такăнса ӳкрĕм те пите çĕмĕртĕм. Ун хыççăн, чăнах, чирлесе те выртрăм... Халĕ те ăш-чик çакăнтан ыратать,— хушса хучĕ вăл аллипе чĕри патне тытса кăтартса.
— Ну, килме пĕлтĕн пулсан салтăн та лар эппин хăнасем хушшине. Ку такăнса ӳкни çинчен эсĕ ахалех тыттаратăн. Такам хытă хĕненĕ сана! — терĕм те эпĕ унпа текех калаçасшăн пулмарăм.
Ман хăнасем сахал калаçрĕç, пурте куç кĕретĕнех е вăрттăн, майĕпе кăна, çак илемсĕрленнĕ хĕрарăм çине пăха-пăха илчĕç те калаçăва урăх енне пăрма тăрăшрĕç. Анчах çак кĕтмен хăна Ленăпа çаплах йӳçеккĕн хăйăлтатса калаçни вĕсене савăнăçлăн пуплеме кансĕрлерĕ.
— Эсĕ мĕнле майпа кунта тата?! Ху пĕччен? Э-э, кӳршĕ пирки пулĕ-çке-ха!.. Пĕр çул каялла сирĕн патра хытă ĕçнĕччĕ эпир. Çеркипе çавăн хыççăн паллашса туслашрăр пулмалла ĕнтĕ,— терĕ вăл Лена çине хытă тинкерсе пăхса.
Лена кулса илчĕ.
— И-и, Настя! Эпир Сергей Андрейчпа паллашни вунпилĕк çул ытла ĕнтĕ! Эпир пĕр енчи çынсем-çке-ха. Çавăнпа та пĕр-пĕрин патне çӳреме пултаратпăр эпир, уншăн нимĕн те мар,— тавăрчĕ вăл.
— Вун пилĕк çул? Пĕр.енчи çынсемех-и вара?! Мана ун çинчен Çерки пĕр сăмах та каламан! — тĕлĕнчĕ Наçтӳç пуçне сулкаласа.
— Вун пилĕк çул çав! — терĕ Лена ун çине кулараххăн пăхса.
Наçтӳçĕн тĕссĕрленнĕ куçĕсенче кĕвĕçӳ хĕмĕ йăлтăртатни курăнса кайрĕ.
— Эс мĕншĕн пĕчченех тата? Упăшкуна ма илсе килмерĕн? — ыйтрĕ вăл шахвăртса.
— Вăл килте марччĕ те — килеймерĕ,— терĕ ăна Лена.
Ман юлташсенчен пĕри, хампа танлăраххи, Наçтӳçе хăйпе юнашар кĕртсе лартрĕ те хăналама пуçларĕ. Ăна çăкăр çине пылпа çу сĕрсе пачĕ, пылак эрех ĕçтерчĕ,— лешĕ вара ирĕлсе кайсах сӳпĕлтетме пуçларĕ.
— Э-эх, эсир! Шурă çăкăрпа, пылпа та çупа çиетĕр!.. Манăн час-часах хура çăкăр илме те укçа çук. Хваттер укçине те икĕ уйăх тӳлемен ĕнтĕ,— терĕ вăл кӳренчĕклĕн.
— Чим-ха, Наçтӳç... Эпĕ тухса кайнă чух эсĕ сансăр та виç-тăватă хут лайăхрах пурăнăп, мана санран хитререх арçынсем пăхаççĕ терĕн-çке? Халь пăхма пăрахрĕç-им тата?! Шел, шел! Питĕ час чухăнланса кайнă-çке эсĕ апла! — терĕм эпĕ ăна.
Вăл ман çине çиллессĕн пăхса пĕр самант чĕнмесĕр ларчĕ. Унтан хаяррăн ӳпкелешме пуçларĕ:
— Эсĕ мана выçă вилтĕр терĕн пулмалла, пăрахса тартăн. Эпĕ пурĕ пĕр пурăнатăп-ха,— терĕ те вăл эрех черккине хăй патĕнчен хăвăрт тĕксе яма хăтланчĕ. Анчах тулли черкке тӳнсе кайрĕ, хаçат сарнă сĕтел çинче эрех кӳлленчĕкĕ юлчĕ. Тăкăннă шĕвек сĕтел хĕррипе урайнелле юхма тытăнчĕ. Наçтӳç ним чухлĕ те ӳкĕнмерĕ, хĕрелмерĕ, платйине эрех йĕпетесрен çеç кăшт чакса ларчĕ те хытăран хытă калаçма пуçларĕ. Вăл мана вăрçрĕ. Хамăр уйрăлса кайнăшăн никама та мар, пĕр мана кăна айăпларĕ, хăйне тап-таса та пĕр çылăхсăр çын вырăнне хучĕ.
— Эх, Наçтӳç, Наçтӳç! Мĕнле ун пек калама чĕлхӳ çĕкленет вара санăн?! Лайăхрах астуса ил-ха хамăр мĕн пирки уйрăлса кайнине. Мантăн-им ху мана кашни кун, кашни утăмрах суйса е улталаса пурăннине? Астумастăн-им мана тăтăшах «хевтесĕр инвалид» тесе хурланине? Мантăн-им культурлăн пурăнма пĕлмен тииĕ çын тесе вăрçнине?.. Эсĕ вĕт мана пĕр çийĕмри тумтирпе кăна кăларса ятăн. Каях! Ман санран лайăхраххисем те нумай тесе кăшкăртăн,— терĕм эпĕ ăна ӳкĕтлесе.
Вăл чарăнмарĕ, çаплах кăшкăрашрĕ. Çакна кура манăн хăнасем те сӳрĕкленчĕç, хаваслă калаçусем пĕтрĕç.
Çав самантрах хăнасенчен пĕри, Наçтӳçе халиччен чысласа ларнă ватăрах юлташ, ура çине тăчĕ те пирус чĕртрĕ, ăна пĕр-икĕ хут ĕмсе илсе тĕтĕмне тĕксĕм маччаналла вĕрсе ячĕ, унтан никам çине пăхмасăр, васкамасăр, вăраххăн каласа хучĕ:
— Çапла çав, Настьă, хитре арçынсем çамрăк арăмсене вĕсем упăшки çурăмĕ хыçĕнче çеç «хытă юратаççĕ», качча илме те пулаççĕ... Улталаннă арăм упăшкине пăрахса хăйсем патне пыма пуçласанах — тӳнтерле çаврăнса тăраççĕ! — терĕ те йӳççĕн кулса илчĕ.
Наçтӳç пушшех шăртланса кайрĕ.
— Сана мĕн ĕç?!. Эсĕ мĕн пĕлетĕн пирĕн ĕçе?.. Мана вĕрентме тата!.. Вĕрент ху арăмна!..— кăшкăрса пăрахрĕ вăл кĕç-вĕç сиксе ӳксе чăрмалама пуçлас кушакпек ман юлташ патнелле утса пырса.
Лешĕ тавлашмарĕ, хуллен мăкăртаткаларĕ те пӳлĕм кĕтессине кайса тăчĕ.
Пирĕн пĕчĕк ĕçкĕ-çикĕ пăсăлчĕ. Малтан Лена тухса кайрĕ. Çил-тăвăл час чарăнас çуккине туйса тепĕр çур сехетрен ытти хăнасем те тухса шурĕç.
Пысăк пӳлĕмре пĕр Наçтӳçпе иксĕмĕр кăна ларса юлтăмăр. Вăл çаплах хирĕлчĕ, вăрçрĕ, мана ылханчĕ.
— Мĕншĕн вăрçатăн?! Эпĕ мĕнтен айăплă? Ху пурăнма пĕлмерĕн вĕт! — тетĕп ăна.
— Эсĕ çын элекĕсене ĕнентĕн. Эпĕ никампа та çӳремен, тӳрĕ пурăннă,— тет вăл хăйне çаплах тӳрре кăларса.
Эпĕ ăна хăй Петухов патне çырнă çыру татăкне вуласа патăм та:
— Çак çырăва кам çырнă? Кам алли кармакланă ку сăмахсене? Тен, кăна та эс çырман пулĕ? — тесе ыйтрăм.
Наçтӳç чылай вăхăт чĕнеймесĕр аптраса ларчĕ те ерипен хушса хучĕ:
— Ну, ун пек вылятса çырма юрать пулĕ ĕнтĕ... Мĕнех вара?! Унпа çӳрекеленисем те пулнă пулĕ. Ну, çапах та эпĕ сана улталаман...
— Тата матроспа пурăннине те манса кайрăн пулĕ? — терĕм эпĕ.
— Ку элек вăл, элек! — кăшкăрчĕ Наçтӳç. Эпĕ ăна тухса кайма сĕнтĕм. Вăл каймарĕ.
— Эпĕ выçă, эпĕ çĕтĕк!.. Пар мана халех пĕр виç çĕр тенкĕ укçа, вара каятăп,— терĕ вăл кăшт лăпланарах.
— Лешсем, Петуховсем, пулăшмаççĕ-им тата? — терĕм эпĕ тăрăхласа.
— Эс çав çын ятне текех ан асăн! Петухов çын мар вăл... Халь Шупашкарта та çук, таçта кайнă. Эпĕ унпа пурăнман! Мана текех унпа тĕксе ан йĕкĕлте! — терĕ Наçтӳç темле питĕ хăвăрт йăшса. Унăн хура куçĕсем шывланчĕç, вăл вĕсене тутăр вĕçĕпе шăлкаларĕ, анчах куççуль тумламĕсем çаплах пит çăмарти çинелле юха-юха анчĕç.
Эпĕ ун çине тĕлĕнсе пăхса лартăм. Ăнă манăн хĕрхенес те килчĕ тата çавăнтах тӳсейми тарăху та хыпса тухрĕ.
— Пар-ха мана эсĕ укçа, вара каятăп,— терĕ вăл нăшăкласа.
— Çук манăн ун чухлĕ укçа. Пулсан та пĕр-пĕр нушаллă мĕскĕн çынна парам луччĕ, сана парас килмест. Эсĕ тав тума пĕлмен çын! — тавăртăм эпĕ ăна.
— Ну, çĕр тенкĕ, эппин! — ыйтрĕ вăл каллех.
— Ун чухлĕ те çук,— терĕм те эпĕ кĕсьерен юлашки аллă тенкĕне кăларса патăм. Укçа панипе пĕрлех ăна тухса кайма сĕнтĕм.
— Ну, юрĕ... Аптрасан каллех килĕп-ха... Эс ав мĕнле ĕçсе-çисе пурăнатăн! Шурă çăкăрпа, пылпа та çупа!.. Çынсене ĕçтерме те пур. Эпĕ выçă пурăнатăп. Сан мана пулăшмаллах,— терĕ те вăл пальтоне ерипен тăхăнса алăк патнелле утрĕ.
Кайнă чух эпĕ унтан вăл ăçта, мĕнле хваттере куçса кайни çинчен пĕлесшĕн пултăм. Наçтӳç ун çинчен каламарĕ.
— Малашне куçăнтан çухалмăп-ха... Эсĕ ан шутла тепре авланса урăх хĕрарăмпа пурăнăп тесе. Урăххисене санпа пурăнма ирĕкех памăпăр,— тесе хăварчĕ вăл çенĕке тухнă хыççăн тепĕр хут каялла çаврăнса тăрса.
Çапла вара пирĕн савăнăçлăн пуçланнă уяв кунĕ салхуллăн вĕçленчĕ. Наçтӳç кайсан тин ирĕклĕн сывласа ятăм. Анчах та чĕрери канăç пĕтрĕ. Нумайччен хусканмасăр лартăм пĕччен юлсан. Выртсан та час çывраймарăм.
«Мĕскер тăвас-ха вăл çакăн пек килсе çыпçăнма пуçласан?! Халь, еркĕнĕсем пăрахнă та, вăл чăнах та каллех ман çумма çыхланма пултарать»,— шухăшларăм эпĕ. Çак тӳрĕ мар кăмăллă хăрарăм пĕр çылăхне те йышăнмасть, манах айăпласа ман ятах варалама тăрăшать. Пуринчен ытла мана унăн кутăнлăхĕ тарăхтарчĕ.
Малалли пурнăç эпĕ ку тĕлĕшрен йăнăш пулманнине часах çирĕплетсе пачĕ.
* * *
Наçтӳç ăçта куçса мĕнле пурăннине пĕлмеççĕ-ши тесе тепĕр ик-виçĕ кунран эпĕ хамăн ĕлĕкхи хваттер хуçи пулнă Марина Михайловна патне кайрăм.
Марина Михайловна мана хаваслансах йышăнчĕ. Вăл пĕччен мар, ун патĕнче ку вăхăтра тата унăн йăмăкĕ Нина Михайловна та пурччĕ. Ĕлĕк эпир вырнаçса тăнă пӳлĕмре халĕ урăх çынсем пурăнаççĕ.
— Кунтан кайнă хыççăн эсир пире йăлтах манăçа ятăр пулас, Сергей Андрейч. Килсе çӳреместĕр, курăнмастăр та,— терĕ мана Марина Михайловна йăвашшăн кулкаласа. — Манма юрамасть!
— Килсе çӳреме вăхăт çук... Тата кунта килсен Настьăна тĕл пуласран та шикленеттĕм,— терĕм эпĕ.
Марина Михайловна типпĕн кулса аллине сулса илчĕ.
— У-у, Настя кунтан кайнăранпа тăватă уйăх çитет ĕнтĕ... Аран кăларса ятăм. Хваттер тупаймастăп тет. Эсир кайнă хыççăн тата ик-виçĕ эрне пурăнчĕ. Ытла та хăлин хĕрарăм! Манпа тавлашма пăхатчĕ! — пĕлтерчĕ вăл мана.
Эпĕ унран Настя ăçта куçса кайни çинчен ыйтрăм.
— Эсир ун пирки акă ман йăмăкран ыйтăр... Нина лайăх пĕлет. Халь вăл вĕсен урамнех, Урицкине, куçса пынă тет. Вĕсен кӳршинчех Настьăн еркĕнĕ, Петухов текенни, пурăнать тет-çке. Вăл çав Петухов çывăхнерех куçса вырнаçма тăрăшнă,— терĕ те Марина Михайловна шăпланчĕ.
Эпир ун йăмăкĕпе, Нина Михайловнăпа, калаçма пуçларăмăр. Йăмăкĕ те аппăшĕ пекех вăрăм, типшĕмрехскер, анчах сăнĕпе унран чылай çамрăккăн курăнакан хĕрĕхсене çитнĕ хĕрарăм. Хăй вăл аппăшĕ пек мар, çемçен те хавасраххăн калаçать. Вăл мана Настьăпа Петухов çинчен хăй курни-пĕлнисене каласа пачĕ.
Нина Михайловна каланă тăрăх, манрак уйрăлнă хыççăн Настя питĕ савăк пурăннă. Петуховĕ ăна хăйсен урамĕнче пĕр пĕчĕкçĕ пӳрт тупса панă. Малтан вĕсем каçсерен ĕçнĕ, çинĕ, ашкăннă. Юлашкинчен кун пек пурнăç Петуховне хăйне те йăлăхтарса çитернĕ пулмалла та вĕсен хушшинчи туслăх хăвăрт пăсăлма тытăннă... Çĕнĕ çул хыççăн-ха вăл, пĕр праçник кунĕ, Настя Петухов хваттерне пырса кĕнĕ те хăйне унăн арăмĕ пекех тыткалама пуçланă. Çав вăхăтра Петухов хăйĕн чыслă хăнисемпе ĕçсе-çисе ларнă. Вара темĕн килĕшмен, хăнисем кайса пĕтсенех Петухов Настьăна вĕлерес пек хĕнесе урама кăларса пăрахнă. Çакăн хыççăн тем тĕрлĕ шăв-шав та пулса иртнĕ, хĕнени çинчен милици пырса акт та çырса кайнă пулать. Вара тепĕр икĕ эрнерен Петухов ăна хăйĕн хваттерне пырсан тата хытăрах хĕненĕ тет. Хăй вара часах таçта, урăх хулана, кайса çухалнă пулать.
— Малалла мĕн пулнине эпĕ пĕлместĕп. Петуховĕ халь чăнах та курăнмасть, кайнах пулмалла. Наçти пирки те интересленмен. Юлашкинчен хĕненĕ хыççăн больницăра выртать тетчĕç ăна,— каласа пачĕ мана Нина Михайловна.
— Ну, ку тĕрĕс те пулĕ апла. Виçĕ кун каялла вăл ман пата пырса кĕчĕ. Сăнĕ-пичĕ пĕтĕмпех сарăхса ларнă. Паллах, хытă хĕненĕ пулмалла,— терĕм те эпĕ, Маринăпа Нина Михайловнăсем тĕлĕнсех кайрĕç.
— Çук, каçарма е хĕрхенме тивĕçлĕ мар вăл пăсăлнă хĕрарăма! Эсир ахаль те нумай тӳсрĕр. Пĕтĕм Урицки урамĕ кулать унран... Çитет! — терĕ мана Нина Михайловна.
Ку сăмаха унăн аппăшĕ те ырларĕ. Эпĕ вĕсем каланипе килĕшрĕм.
Тепĕр темиçе кун иртрĕ. Хулăн юр кĕрчĕсем хупланă çĕр-шыв питне чылаях çӳле çĕкленнĕ март хĕвелĕ йăлтăртатса çутатать. Сенкер кăваккăн курăнакан уяр çанталăк йăлтăртатни çуркунне çывхарнине систерет.
Собор сăрчĕ çинчи икĕ хутлă чул çуртăн пĕр аслă пӳлĕмĕнче пурте пикенсех ĕçлесе ларатпăр. Пирĕн пӳлĕмре — пилĕк сĕтел. Кашни сĕтел хушшинчех пĕрер çын. Вĕсем е çырса, е ялкорсен çырăвĕсене тинкерсе вуласа лараççĕ, хаçатăн çитес номерĕсем валли материал хатĕрлеççĕ. Эпĕ хам пата ал çырăвĕ илсе пынă пĕр çамрăк ялкорпа калаçса лараттăм.
Çак самантра пирĕн пӳлĕме иртнĕ çулла кăна Атăл леш енчи хăвалăхра паллашнă вăрăм хыткан çын пырса кĕчĕ. Унăн аллинче хура çӳхе портфель.
— Хăшĕ кунта Алексей Петрович пулать, хулари корреспондентсемпе ĕçлекенни? — ыйтрĕ вăл йĕри-тавра пăхкаласа.
— Петров эпĕ пулатăп. Мĕнле ыйту пурччĕ сирĕн, юлташ? — терĕ ăна ман çумри сĕтел хушшинче çырса ларакан куçлăхлă типшĕм журналист хĕснĕ куçĕсемпе куçлăхĕ урлă пăхса.
— Манăн районти финагентсем налог пухас тĕлĕшпе мĕнле ĕçлемелли çинчен çырнă статья пур та, хăвăр редакторăр ăна сире пама каларĕ,— терĕ вăл Петров патнелле çывхарса.
Пирĕн паталла пынă май çак çын мана та палласа илчĕ.
— А-а, Андреев юлташ... Сергей Андрейч! Эсир те ку пӳлĕмре иккен! Сывă-и? — терĕ вăл аллине ман енне тăсса.
— А-а, Петр Михайлович! — терĕм эпĕ те ăна алă парса.
Михайлов Петров патне ларса унпа темиçе минут калаçрĕ, хăй статйинчи шухăшсемпе паллаштарчĕ, ăна васкарах пичете яма ыйтрĕ. Калаçса ларнă хыççăн Ми-хайлов тухса кайма тăчĕ, унтан темскер аса илнĕ пек пулчĕ те ман паталла пычĕ:
— Ĕçĕр васкавлах мар пулсан коридора тухмăр-ши, Сергей Андрейч? Пĕр-ик сăмах пурччĕ,— терĕ вăл ман çине тинкерсе пăхса.
Эпĕ тухрăм та калаçма ирĕкрех пултăр тесе коридор вĕçĕнчи пысăк чӳрече ани çине кайса лартăм, Вăл ман ума тăчĕ.
— Темле сăмах тата? — терĕм эпĕ ăна.
— Сăмахĕ ман сире савăнтармаллиех мар та-ха, эпĕ çакна пĕлесшĕнччĕ: эсир çав Настя Ивановăпала-уйрăлнă-им вара? Мĕн вăл урăххипе пурăнать? — ыйтрĕ манран Михайлов.
Эпĕ ăна унпа çур çул каялла уйрăлни çинчен каласа патăм.
— Килĕштереймерĕмĕр. Хăйне тивеçлĕн тытма пĕлмерĕ вăл. Пĕр виçĕ çула яхăн унпа пурăнса пысăк йăнăш турăм эпĕ,— терĕм Михайлова.
— Уйрăлнă пулсан юрать. Аван та ку! Унпа пурăнса ху ятна пăсма кирлĕ мар,— терĕ вăл мана.— Ырă хĕрарăм мар çав вăл. Халĕ те хытă ĕçет,— хушса хучĕ те вăл малалла ăна хăй юлашки вăхăтра мĕнле тĕл пулнисем çинчен каласа пачĕ.
— ...Эпĕ хам Ленинградски урамра пурăнатăп. Юнашарти Урицки урамра манăн учрежденире ĕçлекен юлташсем пурăнаççĕ. Çавсем патне кайсан эпĕ ăна икĕ хутчен тĕл пултăм. Калаçмалла та пулчĕ. Мана хăй аванах паллать-ха, эпир ентешсем-çке! Çапах та малтанхи расра палламанçи пулчĕ... Ну, паллах ĕнтĕ, ку ĕлĕк хăйсен ашшĕне раскулачить тунă чух тарăхтарнăран та пулĕ. Кайран вара палласа илтĕм терĕ те лайăхрах калаçрĕ.
— Эпир Çерки Андрейчпа уйрăлтăмăр тет. Мĕншĕн терĕм те, сывă çын мар вĕт вăл, инвалид... Тата кăмăлĕ те усал унăн тесе хучĕ. Ун сăмахĕ мана, паллах, кӳрентерчĕ. Ну, пĕчченех пурăнас тетĕн-им терĕм те, вăл: э-эй, манăн Çерки пек мар хӳхĕм арçынсем пур, кĕçех качча каятăп акă. Мана вĕсем тахçанах уйрăлма хистетчĕç тет. Эпĕ ăна нимех те калаймарăм: аван çынна пăрахнă эсĕ, айванланнă терĕм те уйрăлса кайрăм.
Михайлов симĕс пуставран çĕленĕ карттусне хыврĕ те хырсах тасатнă пуç тӳпине ал лаппипе васкавлăн сăтăркаласа илчĕ.
— Ну, ку юрать-ха. Малтанхи курнăçу çапла пулса иртрĕ. Тепĕр икĕ эрнерен манăн ăна татах, анчах та çав тери мăшкăллă тамашара курмалла пулчĕ.— Кунта Михайлов хăмăр куçĕсене чаркаласах сасăсăр кулса илчĕ.— Ун чух эпĕ ăна малтан хĕрхентĕм, кайран тӳсейми тарăхса кайрăм. Хĕрхентĕм, мĕншĕн тесен вăл çапах та çын-çке-ха, тата пирĕн енчи çын! Тарăхрăм — пурăнма пĕлменшĕн... Пĕр вырсарни кун çапла эпир каçпала виçĕ арçын пĕр юлташăн Урицки урамĕнчи хваттерĕнчен тухрăмăр та кинона каяс тесе площаделле анатпăр. Плеханов урамне тухасси те инçе марччĕ. Сасартăк сылтăм касра ларакан пысăк йывăç çурт кил хушшинчен хĕрарăм кăшкăрни, унтан хыттăн макăрни илтĕнсе кайрĕ. Хушăран арçын сасси мĕкĕрешни илтĕнет. Эпир чарăнса тăтăмăр, çуйхашакан çынсем енне пăхатпăр. Сасартăк пӳрт çумĕнчи пĕчĕк хапха чĕриклетсе уçăлчĕ те — унтан çӳçĕ-пуçĕ сапаланса кайнă хĕрарăм сирпĕнсе тухрĕ, ун хыççăн пĕр самăр арçын чупать.— Ма тиветĕн?! Мĕншĕн! — кăшкăратпăр эпир. Ку çын пире итлесе тăмарĕ, пĕр çирĕм-вăтăр утăм чупса кайса хĕрарăма хуса çитрĕ те çурăмĕнчен тĕксе чикелентерсе ячĕ. Ўкнĕскере вăл татах тапа-тапа илчĕ... Эпир кăшкăрашса, вăрçса çаксем патнелле ыткăнтăмăр... Самăр çынĕ, хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе кайнăскер, пирĕн еннелле вăкăр пек çаврăнса пăхрĕ те: «Кам хушнă ăна ман хваттере çĕмĕрсе кĕме?! Путсĕр вăл. Йĕрĕнтерсе çитерчĕ!» — тесе хăвăрт, чупнă пекех хапхаран кĕрсе кайрĕ. Çав самантрах хупса лартнă хапхана шалтан питĕрсе хуни илтĕнчĕ. Кил хушшинче вăл такампа пăшăлтатса калаçрĕ те часах шăпланчĕ. Çĕрте выртакан юнланнă хĕрарăма пырса пăхатăп та вăл Наçтӳç пулчĕ кайрĕ! Хăй ахлатать, аран сывлать; пичĕ шурса кайнă, куçĕсене хупса лартнă. Сăмсинчен тата хăрах пит çăмартинчен юн юхать. «Настя, кам ку сана хĕнекенни? Мĕншĕн каплах хĕнерĕ?» — тетĕп. Вăл чĕнме те пултараймасть, йăлтах минресе кайнă... Хапхаран, пӳрт чӳречинчен шаккарăмăр — никам та тухмарĕ. Телее, Плеханов урамĕпе икĕ милиционер иртсе пыни курăнчĕ. Вĕсене чĕнсе илтĕмĕр. Милиционерсем хыттăн шаккасан хапхана старикпе карчăк тухса уçрĕç. Пӳртне кĕрсе пăхрăмăр, сарайне ухтартăмăр, анчах урăх никам та тупăнмарĕ.
Пӳртри сĕтел çинче эрех кĕленчисем, черккесем, кăлпасси татăкĕсем хунă турилккесем лараççĕ.
— Кам хĕнесе вĕлерчĕ хĕрарăма? Вĕлерекенсем ăçта! — пăвăртаççĕ милиционерсем.
— Вилсех кайрĕ-ши вара?!. Тур çырлах анчах! — теççĕ карчăкпа старик пуçĕсене хыçкаласа.— Хĕнекенĕ Петухов вăл, пирĕн квартирант. Эсир килнине курсан хыçалти калинккерен тухса тарчĕ. Хăнасем пурччĕ те, вĕсем малтанах саланса пĕтрĕç...
— Мĕншĕн хĕнерĕ вăл хĕрарăма? — тĕпчетпĕр эпир.
— Ара, хĕрарăмĕ хăй айăплă. Хура шăна пек, текех сĕмсĕрленсе килетчĕ Петухов патне. Паян кунта хваттере куçса килессипе анратрĕ. Петуховĕ хăйне юратмасть. Тӳсеймерĕ, çавăнпа хĕнерĕ пулас та, анчах ытлашши лектернĕ апла,— терĕ чĕтреме пуçланă ватă карчăк.
— Çапла çав, çаплах! — çирĕплетет унăн сăмахне кăвакарнă çӳçлĕ старикĕ касса шĕвĕртнĕ шурă сухалне ывăçĕпе турткаласа.
— Ĕç çинчен тĕпчесе акт çырас пулать,— терĕç те милиционерсем шăлса тасаттарнă сĕтел хушшине ларса çырма пуçларĕç. Унтан Петухова шырама кайма пулчĕç.
Эпир лав тупса Наçтӳçе больницăна кайса хутăмăр... Кĕçех суд пулмалла теççĕ. Суда пире те свидетеле чĕнмелле теççĕ-ха,— терĕ те Михайлов симĕс карттусне тăхăнса йăвашшăн кулса илчĕ.
— Ун пек пулса иртнĕ апла ку ĕç! Эпĕ ун çинчен илтнĕ пек пулнăччĕ те, анчах ĕçĕ мĕнле пулни паллах марччĕ. Питĕ шел, йĕркеллĕн пурăнма пĕлмерĕ, мăнтарăн! — терĕм эпĕ çак нуша тӳснĕ хĕрарăмшăн чĕререн пăшăрханса.
Михайлов кайсан та эпĕ вăл калани çинчен нумай шухăшласа лартăм.
«Мĕнле тӳрлетме пултараймарăм-ши эпĕ çав Наçтӳçе?!. Ытла йăваш, çемçе кăмăллă пултăм пулĕ çав. Тен, хытăрах тытмаллаччĕ, ытларах, çине тăрарах вĕрентмеллеччĕ пулĕ?» — тесе хама ӳпкелерĕм.
Çав самантрах тата ăна сахал мар вĕрентсе каланисене, чĕререн ӳкĕтленисене аса илтĕм те тарăхса та кайрăм.
* * *
Çуркуннене хирĕç Наçтӳç ман пата — хваттере те, ĕçленĕ çере те — пырса кĕме пуçларĕ. Вăл текех укçа ыйтрĕ:
— Эпĕ выçă, эпĕ çĕтĕк... Тавай мана халех пĕр ик çĕр тенкĕ. Унсăрăн суда паратăп, алимент шыратăп. Мĕншĕн тесен ман сывлăх санпа пурăннă чух пĕтрĕ... Пуç ыратать, шăм-шак та шултăркарĕ. Манăн сывлăха эсĕ пĕтертĕн! — тесе ӳпкелешрĕ вăл кашни пымассерен.
Наçтӳçрен çакăн пек сăмахсене илтсен эпĕ çав тери тарăхса каяттăм.
— Эх, Наçтӳç, Наçтӳç! Мĕнле кутăн çын эсĕ?!. Чĕлхӳ мĕнле çаврăнать-ши санăн çакăн пек сăмахсем калама?! Сывлăху хавшать пулсан вăл ху йĕркесĕр пурăннинчен,ĕçке ернинчен килет вĕт? Тӳрĕ çын пулнă пулсан эсĕ мана çапла кăшламăттăн, чĕререн тав тăвăттăн кăна,— теттĕм эпĕ ăна ун пек чух час-часах.
Анчах та вăл ман сăмахсене хăлхине те чикмерĕ, кăмăлне улăштармарĕ. Эпĕ укçине пур чух паркалаттăм, çук чух е хытă тарăхтарнă чух — памастăм. Ăна пĕр-пĕр вырăна çеç кĕме сĕнтĕм, вăл килĕшмерĕ: тăтăшах столовăйсене, пивнойсене кĕре-кĕре ларатчĕ, хула хушшинче пĕр ĕçсĕр сулланса çӳрерĕ. Мана ăçта тĕл пулнă — унта çыпçăнчĕ, çынсем умĕнчех юри хыттăн кăшкăрашса ӳпкелешрĕ, намăслантарма тăрăшрĕ. Эпĕ унтан пăрăнса çӳреме пуçларăм, хулана та сахал тухрăм. Çакна пула вăл час-часах ирĕн-каçăн ман хваттере пырса кĕме тытăнчĕ.
Çавăн пек кĕтмен çĕртен пынă сехетсенче вăл мана ик-виçĕ хутчен те Ленăпа калаçса тăнине курчĕ. Наçтӳç кашнинчех шăлĕсене йĕрсе, йĕкĕлтешсе калаçма пуçлать.
— А-а, вăн кампала пурăнатăн эсĕ?! Попов арăмĕпе? Çавăнпа мана пăрахрăн. Чим-ха, лайăх вĕрентĕп сана çын арăмĕсемпе пурăнма! — хирĕлчĕ вăл юлашки хут курсан.
Çакăн çинчен вăл часах ман хваттер хуçине Разумова та каласа панă.
— Сергей Андрейч ман упăшка вăл. Мана пăрахса тарчĕ те кунта Попов арăмĕпе пурăнать. Ленăна текех Çерки патĕнче тĕл пулатăп,— тенĕ ăна.
Разумов старик, столовăйсенче эрех кĕленчи умĕнче сĕнксе ларма юратаканскер, Наçтӳçе официанткăра ĕçленĕ чухнех палланă пулнă иккен. Çавăнпа ăна вăл кăмăлласах йышăннă, унăн элекне ĕненнĕ тата ку элеке хăй енчен те çирĕплетсе панă.
— Чăн, Попов арăмĕ ун патне час-часах килсе çӳрет. Сергей Андрейч хăй те вĕсем патне час-часах каять. Эпĕ вĕсене хам та курнă,— тенĕ вăл.
Наçтӳç чăнах та хăйĕн ĕçне часах туса хучĕ. Вăл Попов патне кайнă та:
— Сан арăму ман упăшкапа пурăнать, ун çинчен сана Разумов та ĕнентерсе пама пултарать,— тесе элекленĕ.
Эпĕ çакăн çинчен пĕлменччĕ-ха. Пĕр кунхине, каçпала, калаçса лармалла тесе Поповсем патне кайрăм. Килĕнче малтан Ленăпа ун упăшкин мăн аппăшĕ тата ачисем анчахчĕ. Аслă ачи, улт-çичĕ çулалла çитнĕ Коля, ашшĕ пекех хура çӳçлĕ те пысăк хура куçлăскер, сĕтел хушшинче картинлă кĕнекесем пăхса ларать; ик-виçĕ çулти шурă пуçлă хĕр ачи, Çима, урайĕнче чупкаласа çӳрет; ватă кинемĕш-карчăкĕ тĕпелте ăна асăрхаса тă-рать.
Лена мана малтанах сӳрĕккĕн те хуйхăллăн йышăнса илчĕ. Пăртак ларнă хыççăн кинемĕшĕ умĕнчех вăл пĕр пытармасăр çапла каласа пачĕ:
— Сергей Андрейч, Настьăпа Разумов старик пирĕн Михал Николайча тӳсме çук элеклесе тултарнă. Эпĕ санпа пурăнатăп пулать вара... Мĕнле йĕплĕ çынсем! Чĕлхисемпе, çĕлен пек, чĕререн сăхаççĕ. Миша мана вăрçса пĕтерчĕ...
Кунта ватă кинеми те хăй сăмахне хушса хучĕ:
— Тахçантанпах палланă-пĕлнĕ тантăшпа курнăçса калаçни нимĕнех те мар пек те, уншăн çилленмех юрамасть те... Ну, пирĕн Миша кăмăлĕ çăмăлах мар çав. Ĕçке ерчĕ вăл, çакна май кăмăлĕ те усаллансах пырать,— терĕ.
— Эсĕ мана ăнланатăн, кинемей,— терĕ Лена.— Эпĕ хам упăшкана вăл темĕнле çын пулсан та халиччен пĕрре те суйман, нихçан улталаман... Сергей Андрейча эпĕ тахçанах пĕлетĕп. Чăнах та çамрăк чух ăна юратнă, халĕ те кăмăллатăп... Ну, пирĕн хушăри таса юрату нимĕнпе те вараланман. Эпĕ ăна халичченех халлĕн тытса упратăп. Уншăн мана вăрçма кирлĕ мар. Мĕншĕн тесен хăш-пĕр чух манăн пурнăçри савăнăçпа хаваслăх та, илемлĕ çутă лаптăк та пĕр çав аса илӳсенче анчах. Миша хăй вĕçсĕр ĕçет, вăрçать, çемйине мĕскĕнлĕхе кĕртсе ячĕ. Эпĕ çаплах тӳсетĕп, хам ачасен ашшĕ тесе хĕрхенетĕп ăна,— терĕ те Лена ĕсĕклесе макăрма пуçларĕ.
— Михал Николайч тăнсăр-пуçсăр çынах мар-çке-ха вăл. Епле вара эпир хамăр çылăхлă марри çинчен чунтан каласа ианине те ĕненмĕ-ши? — терĕм те эпĕ, ăш вăрканипе урăх нимĕн калама та аптраса кăна ларатăп.
— Çук çав. Ăна ĕнентерме питĕ хĕн! — тĕт Лена куçĕсене тутăрпа шăлса.
Пирĕн хушăра хуйхăллă калаçу пычĕ. Лена макăрнипе унăн ачисем те салхуланчĕç, вĕсем амăшĕ умне пырса ун çине мĕскĕннĕн пăхса тăчĕç.
— Ан макăр, анне! Чарăн! — терĕ ăна Коля.
Вĕсем, паллах, ашшĕ ӳсĕр таврăнсан амăшне вăрçнине, амăшĕ хурланса йĕнине пĕрре çеç мар курнă пулмалла, ăна хăнăхнă та ахăр ĕнтĕ.
— Çак ачасем çех çыхаççĕ мана Мишăпа. Вĕсем пулман пулсан эпĕ ăна тахçанах пăрахса кайнă пулăттăм. Çаксемшĕн çех ăна, хама асаплантаракана, пăхса пурăнатăн. Ашшĕпе амăш хăйсен ачисемшĕн таса çынсем пулмалла,— терĕ Лена ачисене пуçран ачашласа.
Эпĕ тухса кайма пуçтарăннăччĕ ĕнтĕ. Шăпах çак самантра Попов хăй пырса кĕчĕ. Вăл ӳсĕр, енчен енне тайкаланать: урă чух пит çăмартисем çинелле пĕтĕрĕнсе тăнă хура мăйăхĕсем халь ĕнтĕ тути çинелле усăнса аннă, вĕсем сурчăкпа, сĕлекепе вараланнă.
Мана курсан унăн пысăк хура куçĕсем пушшех чарăлса кайрĕç.
— А-а!.. Эсĕ-и ку?!. Мĕн тума килтĕн ман киле?!. Лена патне-и?! — кăшкăрса ячĕ вăл тĕпелелле сулланса пырса.
— Лена патне çех мар, Михаил Николайч... Сире иксĕре те курма, калаçма, халапласа ларма килтĕм,— терĕм эпĕ ăна шăртлантарас мар тесе лăпкăн та ирĕксĕрех кулкаласа.
Попов урайне тапрĕ, чышкипе сĕтел çине çапрĕ:
— Эпĕ санăн юлташу мар санпа калаçса ларма! Лена та арçын мар — санпа пĕрле пулма! Килĕшмест ку!.. Халех тухса кай та, ман киле санăн уру урăх килсе ан пуснă пултăр! Илтетĕн-и? — кăшкăрса каларĕ вăл мана алăк патнелле тĕксе ярса.
— Мĕншĕн ку, Михаил Николаевич! Эпĕ нимпе те айăпа кĕмен: май пулсан халех чуна уçса кăтартăттăм... Курăттăн эсĕ — епле таса та ултавсăр манăн чунăм! Лена та ман пекех таса,— терĕм эпĕ. Унтан ăна Наçтӳç мана курайманни çинчен, вăл ахалех суйса элеклени çинчен каласа ĕнентерме тăрăшрăм.
— Настя кăна мар, Разумов кам тата?! Вăл манăн кӳршĕ, ватă çын — нихçан та суйса элеклес çук... Настя сăмахĕсене вăл та ĕнентерсе пачĕ,— кăшкăрать Попов.
Лена ку вăхăтра пĕр кĕтессе тăнă та нимĕн калама пултараймасăр макăрать.
Темĕн каласа та ĕнентерме çуккине кура эпĕ тухса кайма тăтăм.
— Ахалех ку, Михаил Николайч! Эпир пĕр айăпсăр урă, тӳрĕ кăмăллă совет çыннисем,— терĕм те алăк хăлăпне тытрăм.
— Итле! — кăшкăрчĕ вăл мана юнаса.— Ман киле урăх килнĕ ан пултăр. Лена та сан хваттерна пынă ан пултăр. Тепре курсан иксĕре те касса вĕлеретĕп... Астăвăр: вĕлеретĕп! — терĕ те урипе каллех урайне тапса илчĕ.
— Юрĕ, килмĕп... Анчах та эсĕ арăмна таса çинченех ан тив. Тархаслатăп сана: ăслă пул! — терĕм те эпĕ чĕрене чул катăкĕ пуснă пек йывăррăн туйса Попов патĕнчен мĕскĕннĕн тухса кайрăм.
— Кай, кай! Урăх ан килнĕ пул! Ман куçăмсем сана урăх ан курччăр! — кăшкăрса юлчĕ вăл уçнă алăкран.
Çак самантрах Лена кăшкăрса йĕни илтĕнчĕ. Амăшĕ йĕнине кура ачисем те макăрма пуçларĕç.
«Пĕтрĕ манăн тăкăс пурнăçăмри пĕртен-пĕр хаваслăх... Пĕлĕт хыçне пулчĕ тӳпери çутă çăлтăр»,— шухăшларăм эпĕ тăкăрлăкпа хам хваттер еннелле утнă май. Лена хытă макăрнине ас илсен вăл та халь ман пекех шухăшласса тавçăрса илтĕм те, чĕрем пушшех хытăрах ыратма пуçларĕ.
Çав кунхине эпĕ хам валли лăпкă вырăн тупаймарăм. Каçхине те çывăраймарăм.
«Ахалех-çке ку! Чăнах та таса çинченех! Эх, Наçтӳç, Наçтӳç! Епле сиенлĕ çын вăл! Хăй еркĕнĕсемпе асса çӳренĕ чух та эпĕ ăна çакăн пек хыттăн вăрçса кӳрентерме пултарайман. Уйрăлмалла пулнăшăн, еркĕнĕсем пăрахнăшăн хăйне мар, манах айăплать...Ленăпа иксĕмĕр хушăмăрти тахçанхи туслăха пĕтерсе хучĕ! Тĕрĕссипе илсен, пирĕн туслăхĕ йăлтах пĕтмĕ-ха вăл, анчах та Ленăпа ĕнтĕ пĕр-пĕрин патне çӳреме пултараймастпăр. Ăнсăртран тĕл пулсан кăна кăшт-кашт калаçма пултарăпăр»,— шухăшларăм эпĕ çав сехетсенче.
Çав вăхăтран пуçласа эпĕ Поповсем патне урăх кайма хăяймарăм. Лена хăй те пымарĕ. Хăш-пĕр чух, вăл пысăк урамалла тухнине е килне таврăннине кантăк витĕр курсан çеç, эпир пĕр-пĕрне алăсемпе сулса саламлаттăмăр та йăл кулса илеттĕмĕр.
Пĕррехинче урамра тĕл пулсан вăл хăйне çав кун упăшки хытă хĕнени çинчен каласа пачĕ те шывланнă куçĕсене шăлкаларĕ.
— Халь эпĕ кăмăлăма поликлиникăра ĕçленипе çеç лăплантаратăп. Ачамсене хамăн пĕчĕк ĕç укçипех тăрантарса тумлантаратăп. Миша хăй мĕн ĕçлесе илнине йăлтах ĕçсе пĕтерет,— терĕ вăл мана.
14
Çуркунне. Юр кайса пĕтрĕ. Шупашкар айăккисенчи çеремсем çамрăк курăкпа симĕсленчĕç; уйсенче ыраш калчисем ешереççĕ. Атăл леш енчи хыр вăрманĕ те çăралса хăмăрланчĕ. Сывлăшра куракпа чана мăшăрĕсем хавассăн вĕçкелеççĕ е кăвакарчăн ушкăнĕсем варкăшаççĕ. Кăвак тӳпере тăри юрри шăранать. Çанталăк илемлĕ. Редакци пӳлĕмĕнче пăчăхса ларас килмест, тула тухса çӳрес килет, Атăл хĕрринелле кайса уçăлас килет. Анчах учреждени ĕçĕнчи çыннăн çапах та хăйĕн пӳлĕмĕнчех лармалла, занятисем пĕтиччен пикенсех ĕçлемелле.
Çавăн пек илемлĕ кунсенчен пĕринче, каçпала, ĕçсем пĕтернĕ хыççăн хваттере таврăнатăп.
Çенĕхе кĕтĕм те çăра уççи кăларса хваттер алăкне уçма тăтăм. Пăхатăп та алăк çине — ăна питĕрсе хунă çăра çук та иккен! Кам уçса кĕнĕ капла?! Вăрă кĕнĕ пуль тесе шикленсех кайрăм.
Пӳрте кĕретĕп те тавраллах Наçтӳç япалисем: тумтир арчи, диван, сĕтел, икĕ чăматан, пукансем ларнине курах каятăп! Ку мĕнле капла?! Мĕнле уçса кĕме пултарнă вăл, тата кам ирĕк панă ăна ман хваттере килсе кĕме?!
Васкасах хваттер хуçи Разумов патне шаккаса кĕретĕп. Унта, малти пӳлĕмре, Разумов старикпе Наçтӳç лара параççĕ. Пĕчĕк сĕтел çинче çуррине ĕçнĕ эрех кĕленчи тата çăкăр, пулă, кăлпасси касăкĕсем выртаççĕ.
— Чим-ха, Лука Иванч... Кам хушрĕ сана ман хваттере уçса пама?! Кам ирĕк пачĕ çак хĕрарăма ман хваттере кĕртме?! — терĕм эпĕ хĕрсе кайсах кăшкăрса.
Разумов ура çине сиксе тăчĕ те ик-виçĕ утăм ман паталла ярса пусрĕ:
— Тăхта-ха, Сергей Андрейч! Турăран хăра! Епле хытă калаçатăн эсĕ кил хуçипе? Çылăха пĕл! Настенька лайăх хĕрарăм. Эсĕ ăна пăрахса тарнă та выçă усратăн! Ун пек юрамасть! — терĕ вăл мана, чылай хĕрнĕскер.
— Мĕн тума куçса килтĕн кунта? Каллех манпа пурăнас тетĕн-им?! — ыйтрăм эпĕ Наçтӳçрен.
Вăл ирĕксĕррĕн кулнă пек турĕ те хирĕç калаçма пуçларĕ.
— Мана хуçа уçса пачĕ. Кил хуçин хăй алăкĕсене уçма ирĕк пур... Эсĕ ют арăмсене пăхма пултаратăн, пурин валли те укçу çитет санăн, а эпĕ, чăн-чăн арăму, выçă пурăнатăп,— терĕ вăл ман паталла çывхарнă май пуçне сулкаласа, аллисене вĕчи çине тытса.
— Мĕн пур япалуна халех каялла кăлар! Ху кăлармасан хам кăларса ывăтатăп,— терĕм эпĕ ăна.
— Кăлармастăп! Ху та кăларса ывăтаймастăн! — кăшкăрчĕ вăл мана.
Разумов старик ман ума тăчĕ те хул пуççинчен лăпкарĕ:
— Çылăха пĕл, Сергей Андрейч! Арăмна выçă ан вĕлер. Настенька аван хĕрарăм.
— Эс ăçтан пĕлетĕн вăл аваннине? Кам пурăнса курнă унпа: эсĕ-и, эпĕ-и? — хирĕçлерĕм эпĕ ăна.
— Çырлахах, Сергей Андрейч! Мĕн калаçатăн?! Эпĕ Настенькăна тахаçанах паллатăп. Вăл официанткăра ĕçленĕ чухнех пĕлнĕ эпĕ ăна. Мĕнле аван пăхатчĕ вăл столовăя пынă çынсене?! Да-а! — терĕ мана старик кăвак сухал пусса лартнă пит-куçне пĕркелесе.
— Çавăнта ĕçленĕ чух ĕçме вĕрентсе янă çав эсир ăна. Хăйне ĕçтерекенсене лайăх пăхнă вăл,— тавăртăм эпĕ старике.
— Ăна ĕçтерме эпĕ çамрăк çын мар. Ĕçтерекенсем урăх çынсем пулнă. Да-а! Пĕлетĕн-и?! — кăшкăрчĕ вăл шăнăрлă аллисемпе хăлаçланкаласах.
— Ну, ун чух ĕçтермен пулсан халĕ пĕрле ларатăр акă! — терĕм те эпĕ вĕсемпе тавлашса тăнинчен нимĕн усси те пулас çуккине курса старик патĕнчен хăвăрт тухса кайрăм. Наçтӳç та çатăртатса вăрçса ман хыçранах тухрĕ.
Хваттере кĕтĕмĕр. Часах унта Разумов старик хăй те пырса кĕчĕ.
— Япалусене çенĕке кăларса ларт. Ху Лука Иваныч патĕнче çывăр! — терĕм эпĕ Наçтӳçе.
— Ниçта та каймастăп. Япаласем те кунтах пулаççĕ! — тавăрчĕ вăл мана хирĕç.
— Кунтах, кунтах! Пурте кунтах пулаççĕ! — кăшкăрчĕ кăвак çӳç-пуçĕ тăрмаланнă старик чакăр куçĕсемпе ман çинелле çилĕллĕн пăхса.
Эпĕ тӳссе тăраймарăм.
— Ну, апла пулсан сыв пулăр! — терĕм те костюма тăхăнса хăвăрт тухса кайрăм.
Çав каçхине эпĕ хамăн пĕр çывăх юлташ патĕнче çĕр каçрăм.
Тепĕр куннех пĕр вăрăм урам вĕçĕнчи хула хĕрринче хама юрăхлă пĕчĕк хваттер шыраса тупрăм. Хваттерĕ — кил хушшинче ларакан пушă флигельте пулчĕ.
Занятисем пĕтсен, каçпала, икĕ юлташпа пĕрле Разумов патне кайрăмăр та хама тивĕçлĕ япаласене илсе тухрăмăр. Наçтӳç темĕн каласа вăрçсан та пире çĕнтереймерĕ.
Çапла вара эпĕ хула варринчен инçетре каллех пĕр-пĕччен пурăнма пуçларăм. Кунта эпĕ Ленăна курма пултараймарăм, вĕсем патне кайма та хăяймарăм. Малтанхи вăхăтра питĕ кичем пулчĕ. Хама улталаса пурăннă Наçтӳçе текех тӳсме те вăй çитмерĕ, çавăнпа юлташăмсене хамăн çĕнĕ хваттер ăçти çинчен никама та калама хушмарăм. Занятисенчен пушă вăхăтра кичемлĕхе пусарма тесе текех вуларăм, çыртăм. Çапла вара пĕр-икĕ уйăхран Ленăшăн тунсăхласси те сирĕлсе пычĕ. Наçтӳç манран алимент шыраса суда пачĕ. «...Чĕре ыратать, пуç ыратать. Сывлăха Çерки Андрейч пĕтерчĕ: вăл мана хисеплемерĕ, эпĕ текех кулянса пурăннипе чирлерĕм»,— терĕ вăл судра. Ман хута кĕрекенсем пулнипе суд унăн пăлахая персе нăйкăшнине ĕненмерĕ.
Ман свидетельсем хушшинче хампа пĕрле ĕçлекенсем пулчĕç, вĕсем эпĕ тӳрĕ кăмăллă та урă çын пулни çинчен каласа пачĕç тата Наçтӳç хăй манран нумай мăшкăллани, пусмăрласа пурăнни çинчен пĕлтерчĕç; виçĕ çул хушши хваттер хуçи пулнă Марина Ми-хайловна — эпĕ Наçтӳçе лайăх пăхса «улпут майри пек» тумлантарни çинчен тата вăл манран вăрттăн урăх арçынсемпе пурăнни çинчен каласа пачĕ; Наçтӳçĕн ентешĕ пулнă Петр Михайлов унăн ашшĕ совет влаçне хирĕç тăнă çĕрме пуян çын пулни çинчен, упăш-ки райпотребсоюза çаратнă вăрăлла спекулянт пулни тата Наçтӳç хăй те йĕркеллĕ пурăнманни çинчен каласа пачĕ.
Суд ман свидетельсем каланисене ĕненсе Наçтӳç ыйтăвĕсене йышăнмарĕ; судран вăл намăсланса кăна тухса кайрĕ.
Çакăн хыççăн Наçтӳç ман çума текех çулăхмарĕ. Хула хушшинче тĕл пулсан та вăл хуллен мăкăртатса е ним чĕнмесĕр шăппăн кăна иртсе каякан пулчĕ. Пĕр вăхăтра вăл хăй ĕлĕк ĕçленĕ столовăях ĕçе кĕчĕ, унта кухньăра чашăк-тирĕк çуса тăракан пулчĕ. Анчах кухньăри ĕç ăна кăмăла каймарĕ пулмалла е тата поварсем юратмарĕç-и — унтан часах тухрĕ те ĕçсĕр çапкаланса çӳрерĕ.
Пĕр шăрăх август кунĕ пĕр кĕтмен хушăра çак хĕрарăм каллех эпĕ ĕçлекен çĕре пырса кĕчĕ.
— Айта-ха кĕлитура, калаçмалли сăмах пур,— терĕ вăл мана ĕшенчĕк сасăпа.
Пирус тĕтĕмĕпе тулнă коридорта тăрас килмерĕ те, эпĕ кил хушшине тухма сĕнтĕм. Унта сарай умне купаланă вутă купи хĕррине лартăмăр та салхуллă калаçу пуçланчĕ.
— Ыран ирех пăрахутпа Самара тухса каятăп. Унта ман атте шăллĕ пурăнать. Тата малтанхи упăшкам та тĕрмерен тухнă, Самарта ĕçлет теççĕ. Çавсем патне каяс тетĕп. Ну, укçам сахалтарах. Парччĕ мана пĕр аллă-утмăл-тенкĕ... Урăх нихçан та ыйтас çук. Тен, текех пĕр-пĕрне курасси те пулмасть пулĕ,— терĕ те вăл, унăн хура куçĕсем шывланчĕç, хурланнă пек пулса пит-куçне аллисемпе хупларĕ.
Эпĕ унран упăшки Самарта пурăннине ăçтан, мĕнле пĕлни çинчен ыйтрăм.
— Хамăр яла кайса килтĕм, çавăнта каласа пачĕç. Юлташĕ патне çыру янă,— терĕ вăл.
— Мĕншĕн йĕретĕн-ха тата? — ыйтрăм эпĕ.
Наçтӳç час чĕнмерĕ, ĕсĕклеме тытăнчĕ; куçĕсене шурă тутăрпа шăлчĕ, анчах та вĕсем типмерĕç.
— Ху пĕлетĕн пулĕ... Санран уйрăлнă хыççăн ырринех кураймарăм... Петухов — йытă, хытă улталарĕ мана! Малтан санран уйрăлма хистенçи пулчĕ, уйрăлтăмăр та — хăй таста Хусана тухса тарчĕ,— терĕ вăл нăшăклатса.—Укĕнетĕп халь санпа уйрăлнăшăн! Кам?.. Хамах айăплă! — хушса хучĕ вăл çавăнтах.
— Ăна ăнланатăн пулсан ку аван. Уйрăлса кайнă пирки пирĕн малтан савăнса ĕмĕтленнисем те ахалех пулчĕç,— тавăртăм та эпĕ ăна чăнах та хĕрхенсе кайрăм.— Халь çумра укçа çук-ха ман, Наçтӳç... Ыран миçе сехетре каятăн? Пристане пырăп, унта парăп,— терĕм.
Вăл ман çине ĕненмен пек пăхса илчĕ.
— Улталамăп, чăнах та каятăн пулсан паратăпах,— терĕм эпĕ ăна.
— Ирхине тăхăр сехетре каймалла. Суймастăн пулсан питĕ аванччĕ. Тархасшăн! — терĕ Наçтӳç.
— Эпĕ суякан çын мар, эсĕ ăна ху та пĕлетĕн, — терĕм те эпĕ, калаçу пĕтмеллине пĕлтерсе ура çине тăтăм.
— Пыр, пыр эппин пристане. Чăнах та. Ăсат мана. Тен, ку юлашки курнăçу пулĕ,— терĕ те вăл каллех куçĕсене шăлкаласа урамалла тухса кайрĕ.
Тепĕр кун ирхинĕ эпĕ ăна пăрахут çине лартса ăсатса ятăм. Çул çине аллă тенкĕ укçа патăм.
Уйрăлнă чух вăл ӳкĕнчĕк сасăпа çапла каларĕ:
— Каçар, Çерки! Чăнах та нумай тарăхтартăм пуль сана. Сывă пул!
Пăрахут тапрансан эпĕ Атăл çыранне çӳле хăпартăм, Наçтӳç анаталла каякан прахут хӳрине пырса тăчĕ те ман енне нумайччен тутăрпа сĕлтрĕ.
Ку пирĕн чăнах та юлашки хут уйрăлни пулчĕ. Ун хыççăн нумай çулсем иртрĕç. Наçтӳçрен урăх нимĕнле хыпар-хăнар та илтĕнмерĕ.
15
Ленăпа тĕл пулнăранпа та нумай вăхăт иртрĕ. Ку хушăра ман ĕç вырăнĕ те улшăнчĕ. Эпĕ хаçат редакцинчен кĕнекесем кăларакан издательствăна куçрăм.
Пĕрре, кĕркунне çывхарнă вăхăтра, манăн поликлиникăна каймалла пулчĕ. Коридорта врач патне кĕрессе кĕтсе ларнă чух хирург пӳлĕмĕнчен шурă халатлă хĕрарăм варкăшса тухрĕ. Ку никам та мар, Лена санитарка пулчĕ! Вăл çынсен чир историйĕ çинчен çырнă хут листисене тытнă та вĕсене таçта кайса пама васкать. Эпĕ ăна чĕнтĕм. Лена çаврăнса пăхрĕ те йăл кулса илсе самантлăха ман пата пырса ларчĕ.
— Ой, Сергей Андрейч!.. Ăçта çухалтăн вара эсĕ! Пачах курăнми пултăн! — терĕ вăл ман алла тытса чăмăртаса.
— Инçетре, хула хĕрринче, пурăнатăп. Поликлиникăна килмен. Хăвăр килĕре пыма чун туртмасть. Михал Николайча кĕвĕçтерес мар тетĕп,— терĕм эпĕ.
Лена ассăн сывласа илчĕ.
— Çаплах пулĕ çав, çапла! — терĕ те вăл мана хăйĕн занятийĕ пĕтиччен тепĕр сехет кĕтсе ларма сĕнчĕ. Хăй çав самантрах аллисенчи хутсене терапевт кабинетне кайса пама васкарĕ...
Вăл ĕçрен тухсан эпир Атăл хĕрринчи бульвара кайса лартăмăр. Лена чылаях улшăннă: начарланнă, шурă пичĕпе çамки çинче нумай тӳссе курнине тата çамрăклăхĕ иртнине пĕлтерекен çинçе пĕркеленчĕксем курăнаççĕ, кăвак куçĕсем шанса шупкаланнă сенкер чечексем пек туйăнаççĕ. Сасси те унăн йăвашланнă. Анчах чĕрипе вăл çапах та хастарлă та çирĕп-ха: çак хастарлăх тапхăр-тапхăр унăн çутă сăн-сăпатĕнче те йăлтăраса илет... Лена малтан эпĕ мĕнле пурăнни çинчен ыйтса пĕлчĕ, унтан хăйĕн пурнăçĕ çинчен калама тытăнчĕ...
— Пирĕн кил хуçи — кинеми вилсе кайрĕ. Пĕр уйăх çитет ĕнтĕ,— терĕ вăл кулянса. — Михал Николайча каллех ĕçрен кăларса ячĕç. Халь хăй те ăнланчĕ пулмалла: малашне вăл нимле учрежденире те ĕçлесе тăма юрăхсăр. Ĕçкĕпех пĕтрĕ! Ĕçри çынсем урăллă та йĕркеллĕ пулсан ӳснĕçем ӳссе пыраççĕ, а ку аялтан аялалла анса пычĕ... Пирĕн вĕт ачасене тăрантармалла, тумлантармалла! Чухăн пурăнатпăр... Халь акă вăл маляра кайрĕ. Ăçта килчĕ унта çурт ăш-чиккисене шуратать, урай сăрлать. Мĕн ĕçлесе тупнине ĕçсех пĕтерет. Укçи çук чух манăн ĕç укçине те тăпăлтарса илсех ĕçет. Ывăлăм, Коля, вун тăваттă тултарчĕ те, ăна вĕренме пăрахтарчĕ... Хăйпе пĕрле ĕçлеме илсе çӳрет. Сима та шкула каять ĕнтĕ... Чĕрине мĕн ыраттарни çинчен каласа пĕтерсен Лена тĕксĕмленнĕ Атăл çинелле пăхрĕ, каллех тарăннăн сывласа илчĕ.
Атăл тăрăх туран уçă çил вĕрет. Вăл тапхăр-тапхăр вăйланса бульварти ватă çăкасемпе çӳллĕ тирексен тăррисене хумхантарать, сарăхнă çулçăсем çиле май вĕлтĕртетсе нӳрĕ çĕр çине тăкăнаççĕ.
— Эх, Сергей Андрейч! Мăшăрсем тĕлĕшĕнчен иксĕмĕр те телейсĕр пултамăр эпир! — терĕ вăл пăртак шухăшласа ларнă хыççăн.— Иксĕмĕре пĕрлешме май килмерĕ. Епле аван пурăннă пулăттăмăр малтанах пĕрлешнĕ пулсан!.. Пулать иккен пурнăçра: пĕр-икĕ утăм аяккалла пуснипех йăнăш çул çине тухса тăратăн... Чăн та, Мишăна эпĕ ăна малтанах юратса мар, хăй вăрçăран сусăрланса таврăннă хыççăн хĕрхеннипе çех качча тухрăм. Унăн йывăр пурнăçне пăртак та пулин çăмăллатма пултармăп-ши тесе шутларăм. Çăмăлттай шухăшлă çынччĕ вăл... Тепĕр енчен тата атте-анне кăмăлне те хирĕç каяймарăм. Вĕсем Мишăна юратрĕç. Пĕтĕм инкек çакăнтан килсе тухрĕ...— Лена каллех вăраххăн сывласа илчĕ те эпĕ мĕн те пулин каласса кĕтрĕ.
— Эсĕ чăннипех те вăрçă инваличĕсен тусĕ пулнă çав, Елена Яковлевна! Вĕсене пурне те хĕрхенеттĕн. Мана та чи малтанах хĕрхеннипе юратса кайрăн вĕт?! Анчах хăш-пĕр инвалидсем хăйсене хĕрхенсен те ырă тăвакан çынна хисеплеме пĕлмеççĕ. Ну, сан мăшăру халь инвалид мар ĕнтĕ вăл, сывă çын пекех çӳрет,— терĕм эпĕ.
Эпир нумай калаçрăмăр. Вăл та, эпĕ те курнăçма май килменнипе час-часах тунсăхлани çинчен пĕр-пĕрне каласа патăмăр.
Хĕрӳсĕр хĕвел Атăл çыранĕн тăвайккиллĕ сăмсахĕ çинелле анчĕ. Эпир бульвартан тухса кайма тăнăччĕ ĕнтĕ. Çак самантра поликлиника хыçĕнчи калинккерен хăвăрт сарă çӳçлĕ, çинçешке хĕр ача сиксе тухрĕ.
— Ах, Сима ку! Темшĕн мана шырать! — терĕ Лена çӳçенсе кайса.
— Анне, эсĕ мĕн халĕ те киле пымастăн? Атте вăрçать вĕт!.. Ўсĕр таврăнчĕ те апат ыйтрĕ. Çимелли пулмарĕ. Эс таврăнманнине пĕлсен урса кайрĕ. Сĕтел çинчи чашăк-тирĕксене çапса çĕмĕрчĕ. Коля чарма тăчĕ те — ăна пĕрех çапса ывăтрĕ. Эпĕ аран тухса тартăм,— терĕ хĕр ача, амăшĕ патне чупсах пырса тăнăскер. Унăн чĕрĕ чечек пек кăвак куçĕсем сăмахне каланă чух пĕрре хĕсĕнеççĕ, тепре чарăлаççĕ. Ку ĕнтĕ вăл хытă пăлханнине пĕлтерчĕ.
Лена хăвăрт салхуланчĕ, пĕр самант нимĕн калама аптраса тăчĕ. Унтан ачин сапаланса кайнă сарă çӳçне шăлса якатрĕ те:
— Мĕн тăвăпăр ĕнтĕ, ачам? Халь ун патне пырса кĕме те хăрамалла,— тесе хучĕ.
— Эпĕ киле кайма хăратăп! — терĕ хĕр ачи амăшĕ çумпе çыпçăнса.
— Хăрамалла çав... Эпĕ кунтине мĕнле пĕлтĕн тата, Сима? Кам та пулин каласа пачĕ-и? — ыйтрĕ амăшĕ.
— Хăвпа пĕрле ĕçлекен сестра каларĕ,— терĕ хĕр ачи.
Бульвартан тухсан эпир ик-виç минутлăха каллех пĕр урам вĕçĕнче чарăнса тăтăмăр.
— Курса калаçас килет, Сергей Андрейч. Хăш чух чĕрене ыраттаракан хуйха-суйха çынна каласа парсан та ăш-чик уçăлнă пекех туйăнать,— терĕ Лена.
— Курнăçас килет те çав, Михал Николайч кĕвĕçет-çке-ха! Тепле, пĕрле калаçса тăнине курсан пушшех аван мар,— терĕм те эпĕ, Елена Яковлевна ман çине хуйхăллăн пăхса илчĕ.
— Çапла... Ну, сывă пул эппин, тепре куриччен! — хушса хучĕ те вăл шывланнă куçĕсене пӳрни вĕçĕпе шăлкаларĕ. Вара вĕсем Аптека урамĕпе хăйсен килĕ еннелле кайрĕç, эпĕ Атăл хĕррипе анаталла, Хресчен çурчĕ патнелле утрăм.
Çанталăк уçă. Пĕчĕк ушкăна чăмăртаннă сульха кайăксем хырлă-чăрăшлă Йăлăм вăрманĕ енчен вĕçсе килсе кăнтăр-хĕвел анăçнелле каяççĕ. Кĕр çитнине пула вĕсем сайра хутран чăрăлтатса кичем сасă параççĕ. Тӳпере ăш-шалла каякан хур кайăксем какăлтатни илтĕнет.
Кĕркуннен те хăйне майлă илемĕ пур. Çав илемпе йăпанса эпĕ хама пусса илнĕ салхуллă шухăшсене сирсе яма тăрăшатăп. Анчах вăл шухăшсем пур пĕрех сирĕлмеççĕ. Мана Ленăпа унăн ачисен пурнăçĕ пăшăрхантарать. Умра сăпай та таса кăмăллă Лена сăн-пичĕ тăрать, хăлхара — вăл хăйĕн телейсĕр пурнăçĕ пирки ӳпкелешни илтĕнет. Манăн мĕнле те пулин пулăшу парса унăн пурнăçне çăмăллатас килет. Малтанхи вăхăтра вăл манăн ăнман пурнăç пирки кулянатчĕ, ман пурнăçа çăмăллатас тесе вăйĕ çитнĕ таран пур енчен те пулăшма тăрăшатчĕ: мана çӳреме йывăр тесе, пасартан апат-çимĕç илсе пырса паратчĕ, кĕпе-йĕме çăватчĕ, тум-тир таврашне тирпейлетчĕ. Халĕ акă унăн хăйĕн пурнăçĕ йывăрланчĕ. Ăна пысăк пулăшу кирлĕ. Вăл хăй ун пек пулăшăва йышăнма килĕшмест пулсан та манăн ăна пулăшмаллах. Çак шухăш мана канăç пами пулчĕ.
* * *
Таттисĕр çуса тăракан сивĕ çумăрлă кун каçхи ĕнтрĕкпе тĕксĕмленнĕ. Лупашкара ларакан лутра хула хушши пĕтĕмпех шӳсе кайнă. Çуртсем çинчен тумла шăпăртатать, çырма-çатрасенче пăтранчăк шыв çавăрăнса юхать.
Эпĕ хула варринче пурăнакан пĕр юлташăм патĕнчен тухрăм та хваттерĕме тӳррĕнрех каяс тесе Трубнăй çырми урлă каçакан сукмакпа утрăм. Çырмара шарласа юхакан шыв урлă хунă каçă патне çитрĕм те тăмлă лапракара пĕр çын выртнине курах кайрăм. Патне пытăм та — пĕшкĕнсе пăхатăп: вараланчăк пиншаклă, çара пуçлă арçын; унăн пичĕ-куçĕ те, аллисем те пылчăкпа вараланса пĕтнĕ, урисем пăтранчăк шывра выртаççĕ. Çынни хăй çапах та сывлать-ха. Питне çӳлелле çавăртăм та — усăнчăк хура мăйăхсем курăнса кайрĕç. Анчах та куçĕсем ун хупă. Вăл шыв урлă хунă вĕрлĕк-каçма тăрăх утма тытăннă пулас та, пылчăк çине персе аннă. Юрать-ха, çурри ытла каçса ĕлкĕрнипе унăн пуçĕ шыв хĕрринчи лапрака çине çех тăрăннă. «Эппей, ку хайхи Попов-çке! Вилет вĕт вăл кунта, мĕскĕн!» — терĕм те эпĕ ăна типĕрех çĕрелле сĕтĕрме пуçларăм. Хăйне çын турткаланине туйнă Попов темскер мăкăртатрĕ, аллисене хускаткаларĕ.
Çырма хысакне туртса çитерсен эпĕ ăна ерипен тăратса лартрăм. Пăртак ларнă хыççăн вăл кăшкăрашма, ятлаçма пуçларĕ:
— Эсĕ кам?! Вăрă?! Бандит! Ăçта илсе каятăн мана?! — тĕккелешме тапратрĕ.
Эпĕ ăна çапах пĕр сĕвек вырăнпа туртса хăпартрăм та вутă каски çинче ларса каннă хыççăн хăйсен килĕ енне çавăтса кайрăм. Вăл мана палламарĕ, анчах йĕркеллĕн çавăтса пынă чух текех вăрçмарĕ те.
Тепĕр çур сехетрен эпĕ Попова хăйсен килнех илсе çитертĕм. Килĕнче Лена çук, ачисем анчах.
— Анне паçăрах ăна шырама тухса кайрĕ те килеймерĕ,— теççĕ ачисем.
Ашшĕ пекех хурарах сăнлă та сахал калаçакан ывăл ачи, Коля, Попов тенкел çине усăнса ларсанах унăн пылчăклă аттисене хывса алăк кĕтессине пăрахрĕ, эпĕ хывса панă таса мар пиншакне кăмака çине хучĕ. Хĕр ачи, Сима, малти пӳлĕм алăкĕнчен шиклĕн пăхса тăрать.
— Аннӳ ăçта? — кăшкăрчĕ Попов пăтранчăк куçĕсемпе ывăлне тĕллесе.
— Сана шырама кайрĕ. Эсĕ час килмерĕн те хăрарĕ, кайса шырас терĕ,— хуравларĕ ăна ывăлĕ.
— Шырама-а? Э-э!.. Мана ăçтан тупаять вăл, чăх чĕри!? Тавай-ха чĕлĕм! Чикарккă чĕркесе пар,— мăкиртатрĕ тăна кĕме пуçланă Попов. Çав хушăрах вăл ӳсĕрме пуçларĕ, çăра сурчăкне урайне сура-сура пăрахрĕ.— Э-э-э!
Ывăлĕ тапак тупса чикаркă чĕркенĕ хушăра Попов кравать çинчи хуçлатса хунă тӳшек çинелле тайăнчĕ. Унтан мана палласа илчĕ те хирĕçме тытăнчĕ:
— А-а, эсĕ! Андреев... Сергей! Э-э-э!.. Мĕн тума килтĕп кунта?!. Кам чĕннĕ сана?.. Лена патне килтĕн-и?
— Мĕнле мĕн тума? Хăвна çавăтса килтĕм-çке-ха! Унсăрăн çырма тĕпĕнчи пылчăкра тахçанччен выртаттăн... Шăнса пăсăлаттăн е вилме те пултараттăн,— терĕм те эпĕ ăна, вăл пушшех хирĕçсе кайрĕ.
— Кам хушрĕ сана мана çавăтса килме? Ну, шăнам эпĕ, вилем — санăн мĕн ĕç?! Калăн — ырă çын Андреев çăлнă тесе!.. Кирлĕ мар эсĕ!.. Тух та кай. Э-э-э!.. — кăшкăрчĕ вăл.
— Чим-ха, Михал Николайч, чипер эсир, йĕркеллĕ калаçăр,—терĕм эпĕ ăна.—Мана никам та хушман. Хамăн ирĕкпех, хĕрхенсе çавăтса килтĕм сире...
— Ахалех! Мана çын хĕрхенни кирлĕ мар. Эпĕ хамах пултаратăп, — хăрăлтатрĕ вăл ӳсĕре-ӳсĕре.
Мана вăл тухса кайма хушрĕ.
— Каланăччĕ вĕт сана: ман киле нихçан та килсе кĕнĕ ан пултăр тесе!.. Ман куçа ан курăннă пул! Э-э-э!..— кăшкăрчĕ Попов ура çине тăма хăтланса. Анчах урисем лĕнчĕртетнине пула каллех кравачĕ çине лаклатса ларчĕ.
Нумай калаçса та пур пĕрех ăна çавăраяс çуккине туйса ку кĕвĕçекен çынна эпĕ урăх ӳкĕтлеме те шутламарăм. Унăн ачисене кăна:
— Аннĕр килсен аçăра Трубнăй çырмаран тупса килни çинчен каласа парăр,— терĕм те пурне те ырă каç сунса алăк патнелле утрăм.
Алăкран тухнă чух мана Попов мамласа вăрçнисем тата: — Э-э! О-о-н! — тенисем çеç илтĕнчĕç.
— Килмĕп, килмĕп, ан хăра! — терĕм те эпĕ, пылчăклă çынна çавăтса килнипе хам та хытах вараланнăскер, чĕреме йывăр туйăм хистенипе васкасах хамăн хула хĕрринчи хваттере утрăм.
* * *
Çакăн хыççăн часах пирĕн издательство çĕнĕрен туса пĕтернĕ пичет çуртне, Поповсенчен чылай инçете, куçса кайрĕ. Ĕçе çӳреме çывăх пултăр тесе хам та урăх хваттере — хулан тепĕр енне куçса вырнаçрăм. Çакна пула Ленăна эпĕ нумай вăхăт хушши тĕл пулмарăм. Чăн та, курас тесен курма пулатехчĕ ĕнтĕ, анчах манăн Попова кĕвĕçтерес килмерĕ, тата Лена чĕрине те пăлха тасшăн пулмарăм. Çавăнпа вĕсем пурăнакан çывăхалла та каймарăм. Курнăçмасан хăçан та пулин пĕр-пĕрне манăпăр, ку вара маншăн та, уншăн та лайăхрах пулĕ тесе шутларăм.
Анчах çуркуннепе çуллахи вăхăтсенче Поповне хăйне час-часах курма тӳр килетчĕ. Вăл, сăрпа тата шурă акшар шывĕпе вараланнă тумлăскер, кӳпшек питлĕ те усăнчăк хура мăйăхлăскер, йывăррăн утса хула хушшипе е унталла, е кунталла иртсе каятчĕ. Ун хыççăн ашшĕ пекех вараланчăк тумлă ывăлĕ, маляр мелкипе витре йăтнă Коля, утатчĕ. Юлашки çулсенче унăн ывăлĕ те ӳссе çитнĕччĕ ĕнтĕ. Поповĕ хăй тĕл пулсан та яланах мана курманçи пулса çĕрелле е айăккалла пăхса иртетчĕ. Ывăлĕ кăна хăш-пĕр чух хăюсăррăн ман енне пуçне сулса илетчĕ.
Ленăна хăйне тĕл пулманни темиçе çул та иртрĕ.
16
1941 çул çитсе тăчĕ. Фашистла Германи çарĕ совет çĕрне сасартăк тапăнса кĕнипе Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи пуçланса кайрĕ.
Вăрçă пуçлансан ик-виçĕ уйăхранах Шупашкарта та аманнă салтаксем валли икĕ пысăк госпиталь уçрĕç. Пĕр госпиталĕ, Лена ĕçлекен поликлиникăран инçе те мар, куç чирĕсен институчĕ çуртĕнче уçăлчĕ.
Госпитальсем уçăлсан, кĕркунне çитеспе, эпĕ пĕр кĕтмен çĕртен çыру илтĕм. Çыруне куç чирĕсен институтĕнчи госпитальте выртакан хамăн хурăнташ Афанасьев Пурис çырнă. Вăрçăра Пурис батальон командирĕ пулнă, халĕ мана хăй патне пырса курма чĕннĕ.
Çыруне илнĕ куннех кăнтăрла иртсен эпĕ Афанасьева курма кайрăм. Госпиталĕн аялти хутĕнчи курнăçмалли пӳлĕме кĕрсен мана дежурнăй сестра кĕтсе ларма хушрĕ.
— Эсир курас тенĕ командир утма пултарать пулсан хăех кунта килĕ,— терĕ те ăна пĕлтерме иккĕмĕш хута хăпарса кайрĕ.
Афанасьев час анмарĕ. Ăна кĕтсе ларнă вăхăтра йывăр аманнисем выртакан палатăсем енчи коридортан сасартăк шурă халатлă Лена пыни курăнса кайрĕ. Эпĕ кăртах сикрĕм. Вăл хăй те мана палласан тăп чарăнса юпа пек хытса кайрĕ.
— Сергей Андрейч! — терĕ вăл пăртак тăнă хыççăн.— Мĕнле ĕçпе килнĕ вара эсĕ кунта?!! Пĕр хуларах пурăнатпăр, çапах та курманни миçе çул ĕнтĕ! Чăнах, миçе çул!
Лена ман пата пырса ларчĕ те, калаçу пуçланчĕ.
Эпĕ ăна хам мĕн пирки килни çинчен пĕлтертĕм. Вăл мана хăй кунта госпиталь уçăлсанах куçса килни çинчен каласа пачĕ.
— Йывăр суранланнисен палатинче ĕçлетĕп те — ĕçĕ çăмăл мар манăн. Час-часах операци тунă çынсене пăхма лекет. Каçхи дежурствăсенче кăшт выртса канма та çук... Çапах хамăн ĕçе хурламастăп эпĕ. Суранпа асапланакансен пурнăçне çăмăллатма тăрăшатăп-çке-ха. Вĕсене мĕн чухлĕ те пулин усă кӳнине шута илсе хама хамлăплантаратăп...
Эпĕ вăл нумай улшăнса кайнинчен тĕлĕнтĕм. Унăн сăн-пичĕ туртăннă, сасси те йăвашшăн тухать.
— Елена Яковлевна, ма вара хăвна хăв çак териех тертлентеретĕн-ха эсĕ?!. Текех çамрăк. çын та мар. Килĕнте ӳсĕр упăшку канăç памасть, кунта йывăр чирлисене пăхса хăшкăлатăн! Халь çамрăк санитаркăсем те нумай вĕт, чирлисене вĕсем пăхма пултараççĕ. Тата, куратăп акă, сывлăху та çирĕпех мар пулмалла санăн,— терĕм эпĕ ăна.
Лена шухăшласа ларчĕ те хуллен кăна:
— Эсĕ калани тĕрĕсех пуль, Сергей Андрейч,— терĕ.— Темскер, чĕре ыратакан пулчĕ. Сывлăхăм хавшанă пек туйăнать. Ывăнатăп...
Çав самантра уçă кантăк умĕнче пирус туртса ларакан каклишкеллĕ салтак, тĕксĕм кăвак халатпа сарлака шалавар тăхăннă çамрăк çын, кăшт ӳсĕркелерĕ те вичкĕн чакăр куçĕсемпе ман çине кулараххăн пăхса хыттăн çапла каласа хучĕ:
— Ну, ан калăр эсир, грăжданин, тетя Лена ватă çын тесе! Аманнисене пăхас тĕлĕшпе вăл тепĕр çамрăк санитаркăран ирттерет. Ўркенмен çын, нимрен те йĕрĕнмен чи лайăх санитарка. Йывăр чирлисем патĕнче çĕрĕ-çĕрĕпе ларать... Ырă анне вăл пирĕн,— анне!
Лена хăйне мухтанă сăлтак енне пăхса кăшт куланçи пулчĕ те аллине сулчĕ:
— Ах, ун пекех ан мухтăр-ха ĕнтĕ, Ваççа! Эпĕ мухтавах тивĕçлĕ мар... Чирлисене пăхас енĕпе чăн та ӳркенместĕп те-ха... Хаваслансах ĕçлеттĕм. Анчах халь акă ĕшенетĕп... Врачсем чĕре ревматизмĕ теççĕ. Тĕрĕсех пулсан ку чир хăрушă япала! — терĕ вăл ман енне çаврăнса.
Салтак ăна паттăрланма хушрĕ, врачсем мĕн каланине пурне те ĕненме кирлĕ мар терĕ.
Лена малалла хăйĕн ку госпитале мĕнле куçса килмелле пулни çинчен каласа пачĕ. Госпиталь уçма хатĕрленнĕ чух поликлиникăра ĕçлекен врачсен, медсестрасен, санитаркăсен пысăк пухăвĕ пулнă-мĕн. Çав пухура вара харпăр хăй ĕçне лайăх тума пултаракан темиçе медсестрапа санитаркăна çак госпитале ямалла тесе йышăннă. Вĕсен шутне Ленăна та кĕртнĕ. Вăл хăй те çакăнпа хаваслансах килĕшнĕ. Хаяр вăрçă вăхăтĕнче Тăван çĕр-шывшăн нимĕнле йывăр ĕçрен те пăрăнма юрамасть, халăха мĕнле те пулин ытларах усă кӳмелле тесе шухашланă вăл. Халĕ те çавăн пекех шухăшлать, анчах та сывлăхĕ йăшса пыни çеç ăна шиклентерме тытăннă.
Хĕрсех калаçса ларнă самантра пирĕн пата çӳлти хутран аннă Афанасьев пырса тăчĕ. Хытанкарах вăрăм çын, вăтăр урлă каçнă çирĕп сăнарлă комбат, суранланнă сылтăм аллине шурă бинтпа çыхса мăйĕнчен çакса янăскер, пире сывлăх сунчĕ те:
— Каçар, Сергей Андрейч. Дежурнăй сестра пырса каланă чух эпĕ шăпах врач патĕнче лараттăмччĕ. Сурана çуса тасатрĕç, çыхрĕç. Çавăнпа часах килеймерĕм,— терĕ.
Лена кайма тăчĕ.
— Вăхăт пулсан тепĕр çур сехетрен килме пултаратăп,— терĕ те вăл тӳшек çиттисемпе минтер пичĕсем илме кастелянша патне каймалла тесе çӳлти хуталла хăпарчĕ. Эпир Афанасьевпа ларнă чух вăл пирĕн пӳлĕм витĕр ик-виçĕ хут та иртсе кайрĕ, анчах унăн пирĕнпе калаçса тăма вăхăт пулмарĕ.
Афанасьев ман аттен шăллĕн ывăлĕ пулать. Эпир унпа курнăçманни пилĕк çул ытлаччĕ ĕнтĕ. Вăрçа вăл действительнăй çар службинченех кайнă пулнă. Халь мана курсан çав тери хĕпĕртерĕ. Вара, икĕ сехете яхăн пулĕ, пĕр таттисĕр калаçса лартăмăр.
— Аван-ха, хамăр республика столицинех илсе килчĕç. Ку маншăн — кĕтмен пысăк телей! Кунта эпĕ тăвансене, хамăр чăваш халăхне куратăп. Виçĕм кун анчах ялтан аннепе йăмăксем килсе курса кайрĕç. Çав тери хĕпĕртерĕмĕр. Савăннипе анне макăрса ячĕ,— каласа парать мана Пурис.
Юлашкинчен эпĕ ыйтнипе вăл мана фронтри хаяр çапăçусем тата хăй мĕнле суранланни çинчен каласа кăтартрĕ.
* * *
Пĕр санитарка каçхи апат пуçланни çинчен пырса пĕлтерчĕ. Эпĕ госпитальтен тухрăм та веранда çинче Лена тухасса кĕтсе лартăм. Вăл пĕр çирĕм минутран кĕске вăхăтлăха кăна тухрĕ. Халь ĕнтĕ тухсанах хăйне пусакан хуйхипе нушисем çинчен каласа пама тытăнчĕ.
— Пирĕн Кольăна Хĕрлĕ Çара кайма шута илсе хучĕç. Тин ӳссе çитĕнекен çамрăк, пурнăçпа та ыррăн паллашса çитмен-çке-ха вăл! Йăваш путек пекех! Вăрçа кĕрсенех пĕтме пултарĕ тетĕп,— пăшăрханса илчĕ Лена. Малалла вăл хĕрĕ, Сима, кăçал тăххăрмĕш класра вĕренни çинчен тата хăй упăшки çаплах ĕçни çинчен каларĕ.
— Вăрçă пуçланнăранпа ун валли маляр ĕçĕ те тупăнми пулчĕ ĕнтĕ. Пĕр-пĕр çĕре каллех счетовода кĕресшĕн тăрăшать те-ха, темле, те кĕрейĕ. Кĕрсен те каллех кăларса ярĕç... Хам вилсе кайăп акă. Вара ачамсем мĕнле пурăнкалĕç? — кулянчĕ вăл.
Мĕнле те пулин пулăшас тесе эпĕ ăна уйăхсерен хамăн ĕç укçинчен çуррине парса тăма пултăм. Вăл ман сĕнĕве йышăнмарĕ.
— Хам пурăннă чух, ĕçленĕ чух, никамран та пулăшу илме килĕшместĕп. Аван мар вăл ун пек... Теплерен вилсе кайсан вара ачамсем мĕнле пурăннине асăрхани аван пулĕччĕ. Ашшĕ вĕсене пăхма пĕлес çук. Тен, хăш чухне пулăшу та кирлĕ пулĕ. Çакна ан манччĕ, Сергей Андрейч, мана ырă тăвас тетĕн пулсан,— терĕ те вăл ассăн сывласа илчĕ.
— Чим-ха, Елена Яковлевна, текех вилĕм çинчен ан калаç-ха эсĕ! Салху шухăшсене сир! Пурăнмах ĕмĕтлен! Пĕтĕм вăйна хурса пурнăçшăн кĕреш! — терĕм эпĕ ăна.
Лена ирĕксĕр куланçи пулчĕ.
— Эх, Сергей Андрейч... Тем пекех пурăнасчĕ те, анчах чирĕ çавăн пек-çке-ха! Тӳрлетме çук теççĕ ăна.
Сентябрь хĕвелĕ катрам пĕлĕтсем хыçне анчĕ. Вăл вăхăт-вăхăт кăна пĕлĕтсем хушшинчен йăлкăшса пăхса хулари çуртсене йăваш çутăпа çутатрĕ. Эпĕ Ленăна чĕререн хĕрхенсе кайрăм, анчах та ăна лăплантарса савăнтарма нимĕнле сăмах та тупаймарăм. Темле ырăрах та ăшăрах сăмах тупса каласчĕ тесе ун çине пăхса тăратăп. Вăл та хăйĕн ывăннă кăвак куçĕсемпе ман çине тинкерсе пăхать, вĕсем анса ларакан хĕвелĕн йăмшак çутипе имшеррĕн йăлтăраççĕ. Хăй вăл ĕлĕкхи пекех лăпкă, сăпай. Анчах сăн-питне пăхсан унăн чĕринче çаплах пурнăç вут-хĕмĕ тĕлкĕшни сисĕнет, вăйĕ хавшанă пулин те — кăмăлĕнче çынна ырă тума, мĕнле те пулин усă кӳме ĕмĕтленни палăрать.
Çак самантра ун патне хулă пек ӳссе кайнă яштак пӳллĕ хĕрĕ, Сима, чупса пычĕ. Вăл, тин çеç вун çиччĕ тултарнăскер, амăшĕ пекех шурă сăнлă, сенкер кăвак куçлă. Ун çине пăхсан мана çирĕм пилĕк çул каялла тĕл пулса паллашнă, чи малтан юратнă çамрăк Лена аса килсе кайрĕ. Сима пур енчен те амăшĕн сăн-сăпатне йышăннă илемлĕ хĕр. Анчах амăшĕнчен хăюллăрах та харсăртарах пулмалла.
— Анне,— терĕ вăл пырса çитсенех,— халь тин шкултан таврăнтăм та — эпир выçă. Коля паян çăкăр илеймен. Пур çĕрте те фронт патĕнчен куçса килнĕ çынсем тулса ларнă. Çăкăр çитмест. Атте таçта вăл!.. Ху паёкна çисе яман пулсан тархасшăн парса яр мана,— терĕ вăл тилмĕрсе.
— Эх, мăнтарăн ачисем, хăйсем тĕллĕн çăкăр та илеймеççĕ-çке! — терĕ те Лена госпитальтен хăй паёкне илсе тухса хĕр ачине пачĕ.
Халь ĕнтĕ вăл текех калаçса тăма пултараймарĕ.
— Ну, каçар, Сергей Андрейч!.. Манăн ĕçсем пур, васкамалла,—тесе госпиталь алăкне уçса кĕрсе кайма тăчĕ. Анчах темскер аса илнипе хăвăрт каялла çаврăнчĕ те хĕрне чĕнсе илчĕ.— Итле-ха, Сима, çак çынна паллатăн-и эсĕ? Лайăх паллатăн-и? — ыйтрĕ вăл ман çине кăтартса.
— Мĕнле палламастăп? Пĕлетĕп-çке! Тахçан, эпĕ пĕчĕк чух, хамăр пата та пыратчĕ... Эпĕ ăна астăватăп,— терĕ хĕрĕ кулараххăн.
— Пĕлетĕн пулсан аван. Сергей Андреевич Андреев пулать ку, Сима. Андреев тетӳ — манăн ентеш вăл, кĕнекесем кăларнă çĕрте ĕçлекен ырă кăмăллă этем. Маншăн аçу хыççăн чи çывăх тус-юлташ шутланать. Ваттисем калаççĕ: çĕр тенкĕ укçа вырăнне çĕр тус пултăр теççĕ. Таврара ырă туссем пулсан пурăнма та çăмăлтарах. Сима... Эс пĕлетĕн, ман хамăн сывлăх тайăлсах пырать. Аçу ĕçкĕпе япăхнă çын. Çавăнпа та ăна нумаях шанма çук... Йывăр вăхăт килсен çын пулăшни те кирлĕ пулĕ... Ун пек чух асту, хĕрĕм, Сергей Андрейч сире аннӳ ячĕпе яланах пулăшу пама та хапăл пулĕ... Çапла-и, Сергей Андрейч? Эпĕ тĕрĕс калатăп-и? — терĕ Лена ман çинелле пăхса.
— Тĕрĕсне тĕрĕс ку, Лена... Анчах эсĕ каплах хур ланмалла ан калаç-ха. Ĕмĕте ун пек татма юрамасть. Умра яланах ĕмĕт пултăр,— çутă ĕмĕт! — тавăртăм эпĕ ăна паттăрлатма тăрăшса.
— Çаплах! — терĕ вăл куçне шăлкаласа.— Ĕмĕте ăна çухатасшăн мар-ха эпĕ. Пурăнмах ĕмĕтленетĕп. Çапах та каласа хуни юрать вăл.
Амăшĕн салху сăмахĕсемпе хурланнă Сима чĕнмесĕр тăчĕ-тăчĕ те кĕскен кăна кӳренчĕклĕн:
— Темскер калаçать вăл анне!..— тесе хучĕ. Вăл пӳлĕнчĕ, урăх нимĕн те калаймарĕ, пуçне çĕрелле пĕкрĕ те питне аллипе хупларĕ.
Эпĕ вылятнă пек калаçкаласа вĕсене паттăрланма сĕнтĕм.
— Ну, юрать-çке, Сима, ан кулян. Урăх ун пек калаçмăп... Халь каях ĕнтĕ. Сакăр сехетре санитаркăсем улшăнаççĕ. Тепĕр сехетрен киле пыратăп,— терĕ те Лена мана май пур чух каллех килсе курма чĕнсе госпитале кĕрсе кайрĕ.
Чернышевски урамне анакан тăкăрлăк тĕлне çитиччен Сима манпа пĕрлех пычĕ.
— Сывлăхĕ начарланни çинчен аннӳ халиччен те калаçкалатчĕ-и? Килте илтмен-и ун пек каланисене? — ыйтрăм эпĕ унран.
— Юлашки вăхăтра калакалать çав, вăй хавшарĕ тет... Вырăнтан та тухмалла пулĕ те — атте ĕçсĕр. Пĕрин те пулин ĕçлемеллех,— тесе хучĕ Сима. Малалла вăл вăрçă йывăрлăхĕ шкулта та хытă сисĕнни çинчен каласа пачĕ.—Хăшин ашшĕне, хăшин пиччĕшĕсене илсе кайнă. Ачасем савăнăçлă мар. Пирĕн Кольăна та ыран-виçминех илсе каяççĕ пулĕ ак. Анне вара кулянсах пĕтет!
Пĕр ансăр тăкăрлăкри сукмак тĕлне çитсен вăл манран уйрăлчĕ те хăйсен килĕ енне чупсах анса кайрĕ.
Эпĕ Канаш урамĕпе хула варринелле утрăм.
Хула хушшинче тĕрлĕрен çын хĕвĕшет. Кунта çурри ытла халиччен курман, пĕлмен çынсем,— пирĕн патри пек мар, урăхларах тумланнă белоруссем, еврейсем, украинецсем. Вĕсенчен хăшĕсем Атăл тăрăх пăрахутсемпе, хăшĕсем чугун çулпа аннă. Тин çеç килсе çитнĕ хĕрарăмсемпе ача-пăчасен, ватă çынсен сăнĕсенче пысăк хуйхă палăрать. Фашистла нимĕç çарĕ çĕмĕрсе кĕнĕ вăхăтра харпăр хăй килĕнчен пĕр çири тумĕпе кăна тухса тарнă çынсем халĕ çĕнĕ вырăнта хӳтлĕх шыраççĕ. Асаплă çул çинчен ывăнса çитнĕскерсем, вĕсем пурте часрах хваттер тупса канма тăрăшаççĕ. Нумайăшĕ пирĕн пĕчĕк хула çырлахтарма пултарайманнине кура Шупашкартан тухса тата малалла — Хусан, Ĕпхӳ еннеллех кайма ĕмĕтленеççĕ. Çак çынсен пысăк хуйхи-нушине курсан, манăн чĕрене те хурлăх пăчăртаса илчĕ.
Афанасьев госпитальте пĕр уйăх ытларах çех выртрĕ. Суранĕ самайлансан ăна хулана тухса çӳреме ирĕк пачĕç. Вара эпĕ мар, вăл хăй ман пата пырса çӳреме пуçларĕ. Унтан ăна часах икĕ эрнелĕх отпуск пачĕç те, вăл тăван ялне тухса кайрĕ. Отпуск срукĕ иртсен ăна урăх хулара тăракан запасной полка ăсатрĕç.
Афанасьев госпитальте чух эпĕ унта тата икĕ хутчен кайнăччĕ. Анчах та Ленăна курма пулмарĕ... Ман унăн сывлăхĕ çинчен пĕлес килчĕ. Анчах та Попова хăйне кĕвĕçтерес мар тесе вĕсен килне каймарăм,— вăл мана хăйсем патне пыма хушманччĕ те, эпĕ унăн сăмахĕсене хытă тытса пурăнтăм.
Кĕркуннепе хĕл вăхăчĕсенче пирĕн издательствăра ĕçлекенсем сахалланчĕç. Сывă çамрăксене пурне те çар ретне илнĕ пирки кĕнеке-хаçат кăларас ĕçсене пĕчĕк йышпах туса тăмалла пулчĕ. Халиччен икшер-виçшерĕн тунă ĕçсене те пĕчченшерĕн çеç тума тиврĕ.
Вăрçăн малтанхи хĕлĕнче пирĕн енче сайра пулкалакан 40—50 градуслă хаяр сивĕсем тăчĕç. Учрежденисемпе хваттерсене хутса ăшăтма вутти çителĕклĕ мар. Кӳрсе килмелли пулсан та вĕсене турттарма транспорт çитмест. Çакна пула пирĕн пичет çуртĕнче ĕçлекенсем ĕç вăхăтĕнче те пальтосене хывмаççĕ. Каçсерен кĕленчери чернилсем шăнса лараççĕ, вĕсене вĕре-вĕре ăшăтатпăр. Çырса ларнă чух алăсем те шăнса кӳтеççĕ.
Фронтсенчен тăтăшах чĕрене пăвакан хуйхăллăхыпарсем килсе тăраççĕ. Хамăр пур пĕрех Совет Çарĕ фашистсен хĕссе килекен тискер вăйне тытса чарасса ĕненетпĕр, паян-ыранах мар пулсан та — темиçе уйăхран ăна аркатса каялла ывăтса ярасса ĕмĕтленетпĕр. Совет Çарĕн тĕрекне ӳстерес тесе, унăн вăйне çĕклесчĕ тесе партипе Совет правительстви мĕн хушнисене пурне те турăмăр, мĕн пама пултарнине пурне те парса тăтăмăр. Паллах, питĕ йывăр пулчĕ. Çакăн пек йывăр вăхăтра, васкавлă та хĕрӳллĕ ĕçсем хушшинче, мана Лена çинчен шухăшлама та вăхăт тупăнмарĕ. Унăн та мана аса илмелли пушă вăхăтсем пулмарĕç пулмалла. Çапла вара эпир çак хĕл уйăхĕсенче пĕр-пĕрне манса кайнă пекех пултăмăр. Паллах, Лена санитарка ку вăхăтра госпитальте пĕтĕм вăйне хурса ĕçленĕ ĕнтĕ; аманнă, чирленĕ салтаксен пурнăçне мĕн чухлĕ те пулин çăмăллатасчĕ тесе вăл хăйĕн хавшанă вăйне те пĕртте шеллемен. Йывăр хĕл пит те вăраххăн шуса иртрĕ. Çуркунне çитрĕ. Анчах та вăрçă йывăрлăхĕ кăмăл-туйăма çав-çавах хыттăн пусса тăчĕ.
* * *
Пĕр хĕвеллĕ ăшă кун Пичет çуртне Лена хĕрĕ Сима пырса кĕчĕ. Унăн сăнĕ салхуллă та хурлăхлă.
— Мĕн капла эсĕ, Сима, питĕ салхуллă пек? — ыйтрăм эпĕ унран.
— Колькă вăрçăра вилнĕ. Çырупа пĕлтерчĕç,— терĕ вăл хĕрелнĕ куçĕсене шăлкаласа.
Эпĕ ăна лăплантарма тăрăшрăм. Вăл лăпланмарĕ, хытăран хытă макăрчĕ. Каярахпа шăппăн ĕсĕклесе ерипен каларĕ:
— Пĕлетĕр вĕт, Сергей тете, анне ĕлĕк те сывах марччĕ те Коля пирки çыру илсен куляннипе вăл пушшех йывăрланса кайрĕ. Икĕ эрне больницăра выртрĕ. Халь ĕçрен тухрĕ ĕнтĕ, килтех пурăнать. Çапах та вăйсăр. Чĕрипе аптрать... Лайăхрах çимелли кирлĕ те — тупса илейместпĕр. Тупсан та — мĕнпе илес?!. Атте «Металлист» эртелĕнче ĕçлекелет те — укçи-тенки çук унăн. Çаплах ĕçет... Мана анне сирĕнпе калаçса пăхма ячĕ те...
Ку вăхăтра — пытарма çук ĕнтĕ — çимĕç магазинĕсенче, çавăн пекех пасарсенче те, çимелли таврашне укçапа илме çукчĕ. Хура çăкăра та кашни çын пуçне виçеллĕн кăна карточка тăрăх илеттĕмĕр. Çакна пула эпĕ чирлĕ Ленăна укçапа пулăшма май çуккине шута илтĕм те урăх мелпе пулăшасси çинчен шухăшлама пуçларăм.
— Итле-ха, Сима,— терĕм ăна пăртак шухăшласа ларнă хыççăн.— Халь укçапа та эсир нимĕн тупса илеес çук. Акă мĕн. Кил эсĕ ман пата, çакăнтах, тепĕр виçĕ кунтан. Эпĕ çав вăхăтра мĕн те пулин тупса хатĕрлĕп, тен.
Симăна пултарнă таран йăпатса, амăшне часрах сывалма ырлăх-сывлăх тата лăпланма сунса ăсатрăм та нушари çемьене мĕнле майпа пулăшас пирки плансем тума тытăнтăм.
Çакăн хыççăн пĕр вырсарни куна хирĕç хамăр директорпа калаçса виçĕ кунлăх отпуск илтĕм. Вара издательство машинипех, пĕр япăхнă кивĕ грузовикпа, виç-тăватă çын ларса хуларан инçерехри колхозсене тухса кайрăмăр.
Вăрçă вăхăтĕнче йӳнелнĕ хут укçана ун чух колхозсенче те хакламастчĕç, укçалла нимĕн те сутасшăн марччĕ. Çимелли продукт таврашне ялсенче пир-авăр, атă-пушмак е ытти çавăн пек таварсемпе çеç улăштарма килĕшетчĕç. Çакна шута илсе эпир, яла каякансем, пурте çавăн пек япаласем тупса хатĕрлерĕмĕр. Манăн хамăн вăрçăчченех илсе хунă костюмлăх пустав, мăшăр калуш, кĕпе çĕлетме тесе илнĕ вун-вун икĕ метр сатинпа толденор пурччĕ. Эпĕ çавсене илтĕм. Асăннă «таварсемпе» пĕр колхозра икĕ пăт çăнăх, виçĕ пăт çĕр улми, икĕ кило çу, икĕ кило пыл улăштарса илтĕм. Чирлĕ çынна валли тата çăмартапа аш-какай кирлĕччĕ ĕнтĕ. Çуллахи вăхăтра ашне тупма май пулмарĕ. Анчах çăмарта илме те манăн урăх нимĕнле «тавар» та юлмарĕ. Ман юлташсенчен иккĕшĕ хăйсен «таварĕсемпе» те мĕн кирлине илсе çитерейменччĕ-ха. Çакна пула ял çыннисем пире пĕр пуянрах колхозник патне кăтартса ячĕç. Колхозник çемйинче — пĕр хĕрĕх пиллĕксене çитнĕ чăлахрах кил хуçипе арăмĕ тата икĕ хĕрĕ кăна.
Вĕсен çăмарта та, тăварласа лартнă аш та тата ытти çимĕç таврашĕ те пур. Ман юлташсем мĕн кирлине пурне те туянчĕç. Мана çăмарта кирлĕ, анчах та улăштарса илме ним те çук. Колхозниксене эпĕ çимĕç таврашне хамшăн мар, пĕр нуша куракан çын валли илни çинчен тата çăмартапа аш питĕ кирлĕ пулни çинчен каласа патăм. Çакна илтсен ырă кил хуçи арăмĕ мана нимĕнсĕрех пĕр çирĕм çăмарта илсе пырса пачĕ. Çакна кура савăннипе тата ырă кăмăллă хĕрарăма тав тăвас тенипе эпĕ хам çири пиншака хыврăм та унăн упăшкине тăхăнтарса ятăм. Вăл мана шӳтлет пулĕ тесе пиншака малтан тăхăнчĕ, унтан часах капла лайăх мар тесе шухăшласа илчĕ пулас та пиншака каялла пачĕ. Эпĕ ăна илмерĕм, ырă кăмăлпах йышăнма сĕнтĕм те каллех тăхăнтартрăм. Упăшкипе арăмĕ куçран куçа пăхса илчĕç. Çакăн хыççăн вĕсем мана тепĕр вăтăр çăмарта, ик-виç кило чухлĕ тăварланă аш тата пĕр хутаç пăри кĕрпи тултарса пачĕç. Эпĕ вĕсене чунтан тав турăм та ку паха продуктсемшĕн пĕр-пĕр чух каллех мĕн те пулин илсе килсе пама пултăм.
— Кирлĕ мар пире урăх ним те, кирлĕ мар. Пирĕн пур-ха. Çав хуйхăллă, чирлĕ хĕрарăм çемйине пулăшăр. Сывалтăрччĕ вăл,— терĕç вĕсем манпа хампа та кăмăллă юлса.
Ку йывăр вăхăтра ялта çакăн чухлĕ продукт тупассине эпĕ хам малтан шанма та пултарайман. Хулана хĕпĕртесе таврăнтăмăр.
Пыма каланă кун Пичет çуртне Сима пырса çитрĕ. Эпĕ ăна продуктсене патăм та, вăл çав тери тĕлĕнсе, хавасланса кайрĕ.
— Мĕнле майпа, ăçтан тупрăр кусене эсир, Сергей тете?!. Мĕнпе тӳлесе татар, мĕнпе тав туса тавăрар куншăн сире?! Кусем аннене ик-виçĕ уйăха çитеççĕ! Вăл халĕ ĕнтĕ сывалма та пултарать,— тесе çемçе чĕлхи çăварĕпе чĕкеç пек чĕвĕлтетрĕ çамрăк хĕр ача. Вăл мана хăйсем патне пыма чĕнчĕ, мана ашшĕ-амăшĕ хăйсем тав тунине кăтартасшăн пулчĕ. Анчах та ашшĕ мана хăйсем патне пыма хушманнине вăл та маннă пулнă е, тен, ăна пĕлмест те пулĕ.
— Çук, Сима. Халĕ пыраймастăп-ха сирĕн пата. Мĕншĕн пырайманнине аннӳ хăех пĕлет, манăн ĕç нумай,— терĕм те эпĕ амăшне салам калама тата ырлăх-сывлăх суннине пĕлтерме ыйтрăм. Тата çакăнпа пĕрлех эпĕ ăна ку продуктсене кам тупса панине ашшĕне калама хушмарăм. Эсир ăна госпиталь начальникĕ пулăшрĕ тейĕр терĕм эпĕ ăна. Сима пĕр самант ăнланмасăр пăхса тăнă хыççăн пуçне сĕлтсе илчĕ.
— Юрать,— терĕ вăл.
Панă çимĕçсене Сима пĕр хутрах илсе каяймарĕ, икĕ хутчен пычĕ. Юлашки хут пырсан вăл хăйĕн амăшĕ вĕçĕмсĕр хĕпĕртени çинчен тата савăннипе унăн сывлăхĕ те самайланнă пек туйăнни çинчен каласа пачĕ.
Çакăнтан кайран тепĕр уйăха яхăн иртрĕ. Çак хушăра эпĕ Поповсем çинчен нимĕнле хыпар-хăнар та илтмерĕм.
17
1942 çулхи июнь уйăхĕ. Çилсĕр типĕ çанталăк тăрать. Кунĕсем тӳсме çук шăрăх та пăчă.
Çак вăхăтра пирĕн пурте хисеплекен пĕр çамрăк поэт вилсе кайрĕ. Темиçе çул туберкулезпа чирлесе пурăннăскер, вăл вăрçă вăхăтĕнче ĕçме-çимелли начарланнипе пушшех хавшарĕ те йывăрлăха вăрах тӳсеймерĕ.
Янкăр уяр тӳпери хĕвел çунтарса ярас пек хĕртет. Кăнтăрла иртсен пĕр-икĕ сехет тĕлнелле юратнă поэта пытарма кайрăмăр. Уйри çулсем çинче — кĕл пек вĕри тусан выртать. Вăл урасем тивнипех çăмăллăн вĕçсе çĕкленет; автомобиль е урапа чупса иртсен, хамăр пĕлĕт пек мăкăрланса пĕтĕм çул тăрăхĕнчи тӳпене хупласа илет.
Фронтран аякри тылра пулин те пур çĕрте те вăрçă хĕнĕ пусса тăни сисĕнет. Çынсем савăнăçлă мар, ниçта та савăк юрă-кулă илтĕнмест. Анчах та çынсем пушшех пикенсе, шăлĕсене çыртса ĕçлеççĕ. Ку ĕнтĕ, паллах, кашни патриот хăй çĕр-шывне мĕнле те пулин ытларах пулăшма тăрăшнинчен, тăван Совет Çарĕн тĕрекне çирĕплетме мĕн пур вăйне хунинчен килет.
Хула çывăхĕнчи Коммунальнăй слободара çар оркестрĕ марш кĕввине янратать. Унтан иртсе кайнă чух пире фронта яма хатĕрлекен батальон салтакĕсем вăрăм колоннăпа харăслатса утни курăнчĕ.
Йывăçсем ӳссе ларнипе çамрăк раща пек курăнакан çăва патне çывхарсан унăн хапхинчен пире хирĕç икĕ грузовик кĕрлесе тухрĕ. Вĕсем çине туллиех çын тиеннĕ. Акă машинăсем пирĕнтен пăрăнса иртеççĕ. Вĕсенчи çынсем хушшинче — пуринчен ытла хĕрарăмсем. Мана акă мĕн тĕлĕнтерчĕ: кунта хĕрлĕ хĕрес паллиллĕ медсестрасем, паллакан врачсемпе санитаркăсĕм йышли курăнса кайрĕ.
— Госпитальте пĕр-пĕр врач, сестра е командир таврашĕ вилнĕ пулĕ, çавна пытарса тухрĕç пулмалла,— калаçса илтĕмĕр эпир.
Акă хыçалти грузовик пăрăнса иртсе кайрĕ. Ун çинчи çынсене пăхатăп. Кузов хыçнерех икĕ медсестра ларса пырать. Вĕсем шурă çитсă тăхăннă çап-çамрăк хĕре ыталаса тытнă. Хĕрĕн çинçе кӳлепи вăл хытă ĕсĕклесе йĕнипе сике-сике чĕтренсе пырать. Ăна курсанах эпĕ шартах сикнĕ пек пултăм, чĕре сӳлетсе, çан-çурăм пĕçерсе кайрĕ.
«Чим-ха, Сима мар-и вара ку?!. Амăшĕ вилмен пулĕ вĕт?» — шухăшласа илтĕм эпĕ. Анчах та Попов хăй курăнмарĕ.
Манăн канăçлăх пĕтрĕ, юратнă поэтăмăр вилнипе те хурланнă кăмăл-туйăм пушшех пăлханса кайрĕ. Часрах çăва çине çитсе кама пытарнине пĕлес килчĕ. Анчах апла пулсан та мана хамăр ушкăнтан уйрăлса кайма юрамарĕ. Вилнĕ юлташа пытариччен чăтмаллах пулчĕ.
Çăра йывăç тĕмĕсем хушшине малтанах чавса хатĕрленĕ шăтăк патне пырса çитрĕмĕр. Манми хаклă юлташăмăр пурнăçĕпе унăн пархатарлă ĕçĕсем çинчен виç тăватă çын сăмах каларĕ. Поэта пытарса вил тăпри çине чечек кăшăлĕсем хутăмăр.
Пытарма пынă çынсем хăшĕ машина çине ларса, хăшĕ çуранах хуланалла кайрĕç. Эпĕ пĕчченех юлтăм. Васкасах госпиталь машинĕсем тухса кайнă йĕре тупрăм та ун тăрăх масарăн хыçалти кĕтессинелле утрăм.
Пĕр тăвăр уçланкăра çĕнĕ вил тăпри тĕмескипе тин çеç лартнă шурă юпа курăнчĕ. Ерипен ун патнелле çывхаратăп. Тăпра тĕмескин тепĕр енче, тĕксĕм çулçăллă сиреньпе тутар вĕрени тĕмĕсем хушшинче, пĕр çара пуçлă арçын усăнса ларни курăнса кайрĕ, чĕре картах сикрĕ.
«Кам-ши-ку?»
Палларăм: Лена упăшки, Попов иккен!.. Кăмăл пăлханса кайрĕ, чĕрене курăнми кăвар пĕçертсе илчĕ.
«Эх, шеремет!.. Чăн та çавах вилнĕ иккен! Лена вилнĕ, ăна пытарнă! Мĕнле ытла та хăвăрт ку?!. Нумай пулмасть кăна больницăран самайланса тухнă тетчĕç-çке?! Мĕншĕн Сима мана пĕлтереймен-ши? Ăна больницăна кайса юлашки хут курмаллаччĕ хуть»,— пăшăрхантăм эпĕ.
Попов патне пырса тăтăм. Вăл çĕрелле ӳпĕннĕ те мана асăрхамарĕ те. Йĕрет-и вăл, çывăрать-и — нимĕн те паллă мар; куçĕсем уçă-и ун, хупă-и — вĕсем мана курăнмаççĕ.
— Михал Николайч! Эсĕ-и ку? Мĕнле капла хăвăрт килсе хуçрĕ-ха ку йывăр инкек? — сас патăм эпĕ.
Вăл пуçне çĕклесе ман çинелле пăхрĕ те таса мар аллипе куçĕсене шăлкаларĕ.
— Елена Яковлевна вилчĕ-им вара? Ăна пытартăр-и?
Попов хирĕç чĕнес вырăнне пуçне сулчĕ. Унтан ман çине тинкеререх пăхрĕ те тĕлĕннĕ пек пулса тӳрленерех ларчĕ.
— А-а, Андреев... Сергей! Ăçтан эсĕ... Кунта килтĕн-и? — сăмахне уçăмсăррăн тăсса ыйтрĕ вăл.
Паллах, ӳсĕр. Инçе мар, сирень тĕмĕ кутĕнче, çурри таран пушатнă денатурат кĕленчи выртать.
—Пирĕн те пĕр юлташ вилчĕ. Ăна пытартăмăр,— терĕм эпĕ.
— Илтрĕм эпĕ: шавлатчĕç, сăмахсем калатчĕç... Эсир-и унта? — ыйтрĕ те вăл эпĕ каласса кĕтмесĕрех малалла хушса хучĕ.— Лена вилчĕ... пытартăмăр... Ывăл та вăрçăра вилчĕ... Халь ĕнтĕ пĕччен тăрса юлтăм...
— Нумай пулмасть больницăран самайланса тухрĕ тенĕччĕ-çке?! Сима каланăччĕ. Мĕнле апла, каллех чир лесе ӳкрĕ-и? Шел, калама çук шел, Михал Николайч! Куна, пĕлсен хамăн та чĕре вутпа çуннă пекех пулса кайрĕ,— терĕм эпĕ.
Попов каллех пуçне çĕрелле усрĕ те сăмахĕсене татăкăн-татăкăн каласа мăкăртатма пуçларĕ:
— Хăвăрт!.. Каçпала больницăна хунă — çур çĕр тĕлĕнче вилсе кайнă... Чĕрене... Чĕре порокĕпе ревматизм пĕрле терĕç... Мур пĕлет-и вăл чире? Врачсем чĕртеймеççĕ! Ĕмĕрне хăйсем патĕнче, больницăра, ĕçленĕ санитаркăна чĕртеймерĕç!.. Мур пĕлет-и вĕсене!..
— Вилнĕ тенине ĕненес килмест! Мĕншĕн мана пĕлтермерĕр вăл чирлесе ӳксен? — терĕм эпĕ чĕререн кулянса.
Попов пуçне йывăррăн çĕклесе шывланнă куçĕсемпе ман çинелле пăхрĕ. Вăл темле хаяртарах сăмах каласшăнччĕ пулмалла. Малтан тем мăкăртатса, ӳсĕркелесе илчĕ, унтан тарăхăвĕ иртрĕ пулас та сăмахĕсене татса, хыттăн, хирĕлсех ыйта-ыйта хучĕ:
— Сана чĕнмеллеччĕ-и?.. Мĕн, эсĕ сыватма пултараттăн-им ăна?.. Тухтăр чĕртейменнине эсĕ чĕртеттĕн-и?.. Эсĕ мĕн, унăн тăванĕ-хурăнташĕ пулатăн-им тата?!.
Ўсĕрскер, вăл ман çине хура куçĕсемпе сиввĕн пăхса ларчĕ, эпĕ мĕскер калама пултарасса кĕтрĕ.
— Михал Николайч,— терĕм эпĕ ăна,— вилнĕ çын умĕнче ун пек хирĕлсе калаçни килĕшсех каймасть вăл. Эсĕ пĕлетĕн: Елена Яковлевнăпа эпир çамрăклах паллашнă тата туслăхпала кăна пурăннă, пирĕн туслăхра нимле çылăх та çук. Елена Яковлевна ырă кăмăллă, тӳрĕ хĕрарăмччĕ. Вăл сана нихçан та улталаман, суйман. Сана тĕрĕс çул çине тăратасшăн, ĕçме пăрахтарасшăн анчах çунатчĕ. Ачусене тутă та питĕ усрасшăн сахал мар нушаланчĕ. Эсĕ элекçĕсене ĕненсе пире ахалех курайми пултăн. Ку айванлăха халĕ те пулин сĕтĕрме пăрахсамччĕ хуть!
Попов час чĕнмерĕ, каллех пуçне усрĕ, куçĕсене аллипе шăла-шăла илчĕ.
— Чăн калатăн, Сергей Андрейч!.. Лена ырă кăмăллăччĕ,— терĕ вăл ларсан-ларсан.—Ăна поликлиникăпа госпитальте ĕçлекенсем те пурте хисепленĕ иккен! Çакна эпĕ акă халь, Лена хăй вилсен тин, куртăм. Епле чаплăн пытарчĕç ăна! Пĕтĕм тухтăрсем, сестрасем, санитаркăсем ура çине тăчĕç! Ик-виçĕ кун чупкаларĕç, тăрăшрĕç; паян мухтавлă сăмахсем каласа пытарчĕç. Акă епле хитре чечек кăшăлĕсем хучĕç ун çине. Ăна тирпейлесе пытарас ĕçре эпе хам ним туманпа пĕрех.
Манăн алăсем усăнчĕç, урасем утайми пулчĕç. Мана нумай пулăшрĕç, Ленăшăн пулăшрĕç... Чăн, эпĕ, тен, йăнăшнă та пулĕ. Элекçĕсене те ĕнентĕм пулĕ. Чăн...
— Йăнăшрăн çав. Хăвна тата ачусене епле ырă кăмăлпа сунса пăхнă хĕрарăма хисеплеме пĕлмерĕн... Эрех ăшне путсах пĕтрĕн! — терĕм те эпĕ, манăн юлашки сăмах каллех Попова кăмăла каймарĕ.
— Пăхма пĕлмерĕн тетĕн?.. Ну, кала-ха, мĕнле пăхмалла пулнă тата ăна?!. Алă çинче йăтса çӳремелле пулнă-им? — хăрăлтатса илчĕ вăл пуçне хăвăрт çĕклесе.
— Пĕлмерĕн! — тепĕр хут каларăм эпĕ.— Çав çумăнта ларакан бутылкăри пек ханшапа эрехе ĕçе-ĕçех чикĕрен тухрăн. Ленăна сан юлашки укçупа пăхмаллаччĕ, тахçа-нах ĕçрен кăлармалла пулнă. Сан тискерлĕхӳ пирки Лена выçă та, çарран та çӳрерĕ. Эсĕ унăн пысăк мар ĕç укçине те вăрла-вăрла ĕçнĕ. Ўсĕрпе вăрçма тытăнсан вăл килтен туха-туха тарса, сивĕ сарайĕнче те, урамра та нумай çĕр каçнă. Паллах, шăннă, пăсăлнă, чирленĕ. Чĕри те çавăнпах начарланса пынă унăн,— терĕм те эпĕ, Попов йынăшса ячĕ. Унтан вăл çерем çине выртрĕ те вăраххăн калаçма пуçларĕ.
— Пулнă пуль... Пулнă ун пеккисем... Ну, халь мĕн тăвас-ха, Сергей?! Мĕн пулни пурте иртсе кайнă — вĕсене тӳрлетесси кая юлчĕ. Ан вăрç... Пăхма пĕлменни те пулнă. Тĕрĕс! Вăрçас мар. Унăн тăпри умĕнче вăрçса калаçас мар... Ленăн мар, хамăн вилмелле пулнă... Унăн пурăнмаллаччĕ,— терĕ те вăл çавăнтах ача пек ӳлесе ячĕ.— Эпĕ пĕтнĕ çын! Пĕччен акă... Хамăн вилмелле манăн! — кăшкăрчĕ вăл макăрсан-макăрсан хĕрелнĕ куçĕсене шăлкаласа.
— Лăплан, Михал Николайч... Эсĕ пĕтĕмпех пĕтнĕ çын мар-ха. Ахалех ун пек шухăшлатăн. Пĕччен те мар,— хĕрӳ пур. Ăна пăхмалла, вĕрентсе кăлармалла,— тавăртăм эпĕ ăна.
Вăл аллипе сулкаларĕ:
— Çук, пĕтнĕ эпĕ, пĕтнĕ! Чăн, эрехпех пĕтрĕм... Ленăсăр пурăнни — пурнăç-и вăл маншăн?!.
— Ĕçме пăрахас пулать, Михаил Николайч! Ак халех çумăнти бутылкуна ывăтса яр та малашне пĕр черкке те ĕçнĕ ан пултăр! Вара каллех чипер çынах пулатăн, — терĕм те эпĕ, Попов каллех хуралса хытнă аллине сулса ячĕ.
Ĕçме пăрах тетĕн-и? Сана калама çăмăл! Мĕн, шӳт тăватăн-им эс манпа?! Пăрахма. кирлине эпĕ хам та пĕлетĕп. Ну, халь мар. Ĕлĕкрех, çамрăкрах чух, вунă е çирĕм çул каялла пăрахмалла пулнă,— хăйăлтатса тавăрчĕ вăл эпĕ хистенине хирĕç.
— Халь ма юрамасть тата? — ыйтрăм эпĕ.
— Халь çу-ук, кая юлчĕ! Пĕлетĕн-и, халь эпĕ ĕçмесĕр пурăнаймастăп,— мăкăртатрĕ вăл.— Манăн халь ăш-чик, ӳт-тир, чун, пĕтĕм пурнăç — пурте ĕçме ыйтаççĕ. «Эрех! Эрех!» теççĕ. Эрех çук пулсан — денатур е самогон. Унсăр пурăнаймастăп...
— Тĕлĕнтеретĕн! Епле вара кăмăлу туртнине çĕнтерме вăю-халу çитеймест сан? Эсĕ пурнăçа сахал мар курнă çын. Çамрăк мар. Кăмăл туртнине чарма хал тупмаллах. Вăй-халу ăс-хакăлна пăхăнтăр. Çирĕп кăмăллă пулмалла,— тетĕп ăна.
— Ну, шалишь! — тавăрчĕ вăл мана пӳрнипе юнаса. — Çамрăкла пăрахман пулсан ватăлсан пăрахаймастăн.
— Вилетĕн вĕт эрехпех?!
— Вилем каям — ĕçме пăрахаймастăп ĕнтĕ халь. Вилнĕ чух та хампа пĕрле тупăка эрех хурса яма хушатăп...
— Эсĕ ху шӳт тăватăн пуль, Михал Николайч! Е чăнласах калатăн-и ку сăмахсене?
— Чăнласах пулмасăр! — кăшкăрчĕ те вăл каллех чыхăнкаласа кайрĕ.— Ĕçкĕ сиенне эпĕ хам та чухлатăп ăна. Ĕçке ерни çынна пĕтерет. Пурнăçа, сывлăха лачакана туртса кĕртет. Ну, ĕçме вĕренсен пăрахма хĕн... Кала эс çамрăксене, тин ĕçме тытăннисене: вĕсем вăт ан ĕçчĕр. Вĕсене пăрахма та çăмăлтарах... Ну, ман пеккисем — пĕтнĕ çынсем. Пире пăрахтарма çук. Вилетĕп — ĕçетĕп...
Эпĕ ăна килне таврăнма чĕнтĕм. Вăл пуçне сулкаларĕ те:
— Каймастăп. Виличченех кунта ларатăп,— тесе хучĕ.—Чăнах, килте Ленăна асăнмалла, ăна пытарма килнĕ çынсене тав тумалла... Ну, унта Сима пур, кӳршĕсем пур, сестрасем, санитаркăсем пур. Вĕсем хăйсемех пурне те майлаççĕ,— мăкăртатрĕ вăл.
Унпа калаçса тăрса йĕркине тупас çуккине кура эпĕ йывăç тĕмĕсем хушшинчи çеремпе утса кайрăм. Пĕр ывçă шурă, хĕрлĕ, кăвак куçлă чечексем татса пухрăм та вĕсене Лена тăпри çине пырса хутăм.
Эпĕ чечексем пухнă вăхăтра Попов бутылкинчи денатуратне пĕтĕмпех ĕçсе янă та ним пĕлми пуличчен ӳсĕрĕлсе сирень тĕмĕ айне хутланса выртнă. Вăл ĕнтĕ калаçма та пултараймасть. Эпĕ чĕннине хирĕç темскер мамласа, ĕнĕрлесе кăна выртрĕ.
Вилнĕ этем илтме те, курма та пултараймасть ĕнтĕ. Апла пулин те халăх хушшинчи йăла тăрăх çĕнĕ вил тăпри умне тăрса тайма пуç тайрăм та çунакан кăмăла лăплантарас тесе лăпкăн кăна çапла каларăм:
— Лена тусăм! Вăхăтсăр татăлчĕ санăн ĕмĕрӳ. Вăхăтсăр сӳнчĕ санăн таса пурнăçу. Ир хупăнчĕç чечек пек илемлĕ кăвак куçусем! Татах та нумай пурăнмаллаччĕ-ха санăн. Хăвăрт вилсе выртнипе сана юлашки хут курса калаçаймарăм та. Мĕнле те пулин кӳрентернĕ пулсан — каçар! Лăпкă çывăр! Тăпру çăмăл пултăр...
Сăмахăма каланă чух эпĕ унăн тăпри çине хунă чечек кăшăлĕсем çине пăхса тăтăм. Çак вăхăтра мана Ленăн тĕрлĕ тапхăрти сăнĕпе кĕлетки аса килчĕ. Унăн вӳнсаккăрта чухнехи, çирĕм пиллĕкри, вăтăрти, хĕрĕхри сăн-сăпачĕсем кино экранĕ çинчи пек курăна-курăна иртрĕç. Эпĕ унăн сассине илтрĕм: савăннине, пăшăр-ханнине, куляннисене астуса илтĕм. Мана вăл, вăрçăран йывăр аманса таврăннă çынна, малалла хавасланса пурăнма çутă ĕмĕтпе пурнăç шанчăкне чĕртсе панăччĕ. Çавна та аса илтĕм. Лена чĕртсе панă пурнăç ĕмĕчĕ — мана ылтăн-кĕмĕлтен те паха шутланать, мĕншĕн тесен вăл мана малаллахи пурнăç хаваллăхĕ пулса тăчĕ. Çавăнпа та ман ăна хам ума тăратса чĕререн тав тăвассăм килчĕ. Анчах та пĕрре вилсе выртнă çынна чĕртсе тăратма çук!
Ассăн сывласа илтĕм те татах ун ятне асăнтăм:
«Лена, санăн çутă сăну виличчен те асран каяс çук... Тăпру çăмăл пултăр!» — тесе çăва çинчен хурлăхлăн тухса утрăм.
18
Ленăна пытарсан тепĕр икĕ кунтан Сима ман пата пырса кĕчĕ. Амăшĕ епле хăвăрт вилсе кайни çинчен вăл мана куççулĕ витĕр каласа пачĕ.
— Сире пĕлтерме те вăхăт пулмарĕ, Сергей Андрейч. Ал-урасем çыхăнса ларчĕç. Юрать-ха, аннен поликлиникăпа госпитальти пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем пулăшрĕç,— терĕ вăл мана.
Çакăнпа пĕрле Сима хăйĕн ашшĕ кашни кунах çăва çине кайса ларни çинчен тата вăл халь никампа та нимĕн калаçми пулни çинчен пĕлтерчĕ.
— Çимеллисем пур-ха,—терĕ вăл эпĕ ыйтнине хирĕç.— Эсир илсе панă продуктсене анне хăй ыррăн çиеймерĕ те. Начар чĕреллĕскер, Коля вилнĕшĕн куляннипех пулĕ, хăвăрт хавшаса ӳкрĕ...
Эпĕ ăна нушапа аптранă вăхăтсем çитсен каллех хам пата пыма каларăм. Вăл ман патран самаях лăпланса тухса кайрĕ.
Çакăн хыççăн вăхăт нумай та иртмерĕ, тепĕр ик-виçĕ эрнеренех пулас, Сима мана хăйĕн ашшĕ çăва çинчех вилсе выртни çинчен пĕлтерчĕ. Врач касса пăхсан вăл, çимесĕр начарланнăскер, денатурат нумай ĕçнипе вилсе кайнине палăртнă.
Сима сĕннĕ тăрăх, Попова арăмĕпе юнашар мар, унпа ура вĕçлĕн пытарчĕç.
— Аннене вăл питĕ нумай нуша кăтартрĕ, çавăнпа вĕсене юнашар пытарас мар,— терĕ Сима ашшĕне пытарма пынă кӳршисене.
Кӳршисем ăна итлерĕç.
Тăлăха тăрса юлнă Симăна пушаннă кил-çуртра пĕччен пурăнма кичем пулчĕ. Вăл хăй патне хваттере яма лайăх çынсем тупса пама ыйтрĕ. Эпĕ ку тĕлĕшпе унăн кӳршисемпе канашласа пăхрăм. Кӳршисем эпĕ тупса панă çынна яма килĕшрĕç.
Çав вăхăтра пирĕн издательствăра Белоруссирен куçса килнĕ Анета Казимирова ĕçлесе пурăнатчĕ. Казимирова упăшки Гомельри пĕр пысăк учреждени пуçĕнче тăнă паллă коммунист пулнă. Фронт Белорусси енне çывхарсан вăл арăмĕпе ачисене Мускава çитиччен ăсатса янă та хăй каялла, Гомеле, таврăннă. Анета Казимирова хăйĕн виçĕ ачипе пĕрле Шупашкара килсе вырнаçнă, унтан пирĕн издательствăна ĕçлеме кĕчĕ. Анчах та вăл пĕрмаях вăхăтлăха вырнаçнă хваттерĕ хĕсĕк пирки юншахлатчĕ, ачисене ирĕкрех пултăр тесе аслăрах хваттер тупса пама ыйтатчĕ. Вăл хăй йăваш та сăпай хĕрарăмччĕ. Поповсен килне вырнаçсан Анета питĕ кăмăллă пулчĕ.
Сăпайлă Анета Казимировапа тата унăн ачисемпе Сима та часах туслашса çитрĕ. Хĕллене валли вĕсене вутă турттарса патăмăр. Казимирова çемйине фронт патĕнчен куçса килнисене пăхакан комитет та пособисем парса пулăшкалатчĕ. Симăна укçа-тенкĕ çитменнипе аптранă вăхăтсенче эпĕ хам пулăшаттăм. Ун чух çимелли продуктсене пурне те карточка тăрăх сутатчĕç те, вĕсене илме укçа пулсан выçă вилмеллех марччĕ. Çак майсене пула Симăпа Казимирова çемйи аванах пурăнчĕç. Сима тата тепĕр çул вĕренчĕ те çуркунне вăтам шкул пĕтерсе тухрĕ.
Вăтам шкултан тухсан вăл çуллапа кĕрхи уйăхсенче медсестрасен курсĕнче вĕренчĕ. Вара хĕле хирĕç кӳршисем ӳкĕтленине пăхмасăрах Хĕрлĕ Çара кайрĕ.
Малтанах вăл фронт çывăхĕнчи госпитальте ĕçлерĕ, унтан медицина санитарĕсен батальонне куçни çинчен пĕлтерчĕ.
Фронта çитсен Сима ман пата виçĕ çыру ячĕ. «Фронтăн малти линисенчех аманнă салтаксене малтанхи пулăшу парас тĕлĕшпе ĕçлетпĕр» тесе çырчĕ вăл. Мана яланах хăйне ашшĕ вырăннех пăхса пулăшнăшăн тав турĕ.
1944 çулта Совет Çарĕ пысăк çĕнтерӳсем турĕ, фронт инçетрен инçетелле куçса пычĕ. Ку пире савăнтарчĕ. Халăх Гитлер çарĕ арканса пуçĕпех пĕтсе ларасса, часах мир пуласса кĕтрĕ.
Анчах та çак тапхăртах, кĕр çывхарнă вăхăталла, Симăран çыру килми пулчĕ. Эпĕ вăл фронтра пĕтрĕ пулĕ тесе пăшăрханма тытăнтăм.
Анчах эпĕ кăлăхах шикленнĕ иккен. Вăрçă чарăннă çулхинех, август уйăхĕнче, Сима сасартăк Шупашкара таврăнчĕ. Вăл хăйĕн кĕлеткипе йăлтах çитĕнсе çитнĕ хĕрсен шутне кĕнĕччĕ ĕнтĕ. Çӳллĕ, тĕреклĕ, витĕр курăнса тăнă пек туйăнакан çутă сарă сăнлă хĕр. Пĕтĕм кĕлеткипе хăй амăшĕн вăй питти чухнехи сăнарне аса илтерет. Ун çинче — симĕс материрен çĕлетнĕ хĕрарăм костюмĕ, касса кĕскетнĕ çӳçлĕ пуçĕнче совет салтакĕн пилотки, кăкăрĕ çинче — виçĕ медаль. Калаçасса вăл çара каячченхи пек именсе те кулянса мар, хăюллăн та паттăр калаçать.
—Мĕншĕн çырма пăрахрăн? Сана таçта пĕтрĕ пулĕ тесе те пăшăрхантăм эпĕ,— терĕм те ăна, вăл кулса кăна илчĕ.
—Каçарăр, Сергей тете! Айăплă ку енчен... Ак мĕн пирки çырмалла пулмарĕ. Фронт малалла хăвăрт куçса пычĕ. Таçта Польшăпа Румыни çĕрĕсенче те куçкаласа çӳреме тӳр килчĕ... Вăхăт пулаймарĕ пулмалла. Çырасах тесен çырма та пулатчĕ пулĕ те — ăс-пуç çыру патне пымарĕ... Ак мĕн пирки çыраймарăм сирĕн пата. Каçарăр! — терĕ Сима хăйне айăплăн туйса.
Çакăнпа пĕрлех вăл çак кĕркуннеренех Мускаври университетăн медицина факультетне вĕренме каясси çинчен пĕлтерчĕ. Эпĕ уншăн савăнтăм кăна.
Поповсен çуртĕнче пурăннă Казимирова Белоруссие куçса кайнăччĕ ĕнтĕ. Вĕсен кивĕ çурчĕ пушпушах янраса ларатчĕ.
Ку çуртăн чӳречисемпе алăкĕсене хупса лайăхрах çапса питĕртĕмĕр те, август вĕçĕнче Сима Мускава тухса кайрĕ.
* * *
1951 çул çитсе тăчĕ. Июль вĕçĕ. Çан-çурăма пĕçертекен шăрăх кунсем тăраççĕ.
Издательствăра хĕрсех ĕçлесе ларнă вăхăтра пирĕн кабинета икĕ çамрăк çын кĕрсе тăчĕ: пĕри — хĕр, тепри — çамрăк арçын. Хĕрĕ — кăтралатнă сарă çӳçлĕ те кĕрен платье тăхăннăскер — Сима пулчĕ иккен! Унăн çутă сăнĕпе кăвак куçĕсем çиçсе кăна тăраççĕ. Арçынĕ — кĕске çанăллă кăвак кĕпе тăхăннă тăлпан пӳллĕ каччă — халиччен курман этем. Вăл, хурарах çӳçлĕ те хура куçлăскер, алăк патĕнче шарламасăр пăхса тăрать.
Сима мана курсанах:
— Ав ăçта ларать вăл Сергей Андрейч! — тесе ман паталла ыткăнчĕ, алла тытса илсе хăюллăн калаçма пуçларĕ. Ăна кура çамрăк арçынĕ те пирĕн пата пырса тăчĕ.
— Ку — манпа пĕр факультетран вĕренсе тухнă çывăх тус-юлташ — Арефий Петрович Пушев,— терĕ Сима мана хăйĕн каччипе паллаштарса.
Эпĕ вĕсене пукансем лартса патăм та, пирĕн хушăра хĕрӳллĕ калаçу пуçланса кайрĕ. Калаçу хушшинче Сима эп чылай ватăлса улшăнни çинчен асăрхаттарчĕ.
— Вĕренсе тухрăр апла, тăрăшрăр,— терĕм те эпĕ, вĕсем иккĕш те врач ятне паракан диплом илни çинчен тата виç-тăватă кунтан хăйсене панă вырăна — Пушкăрт республикине тухса каясси çинчен каласа пачĕç.
— Мĕншĕн ху çуралнă çĕр-шыва килме ыйтмарăн? Шупашкара килмеллеччĕ! — терĕм эпĕ кăшт пăшăрханарах.
Сима сасартăк кулса илчĕ те хуллен:
— Акă мĕншĕн Пушкăртстана каймалла пулчĕ, Сергей тете,— терĕ.— Ку çамрăк çын — ман юлташ —Пушкăрт республикинчен. Унăн ашшĕ-амăшĕ те, тăванĕсем те унта пурăнаççĕ. Вĕсем ăна хăйсем патне чĕнеççĕ. Вăл хăй те унтах таврăнасшăн... Эпир Арефий Петроничпа ик-виçĕ çул ĕнтĕ туслă пурăннă. Малашне те пĕрлех пурăнма сăмах татрăмăр... Пĕлетĕр-и, уйрăлма пултараймастпăр,— терĕ вăл именчĕклĕн кулса. Унпа пĕрлех унăн каччи те шăппăн кулса илчĕ.
— Уйрăлма хĕн пире,— терĕ вăл та хуллен пăшăлтатса.
— Апла пулсан манăн сире ырлăх сунса пиллемелли анчах юлать,— терĕм эпĕ хам та вĕсемпе пĕрлех кулкаласа.
— Çапла... Пиллемелле кăна,— теççĕ çамрăксем.
Малалла вĕсем Ĕпхӳ хулине тухса каясси çинчен, унтан иккĕш те пĕр çĕре вырнаçса пĕрле ĕçлеме ĕмĕтленни çинчен каласа пачĕç.
— Пушкăрт республикинчи Сывлăх министерстви пире йышăнасси çинчен хут çырса ячĕ. Эпир çав хутпала каятпăр,— пĕлтерчĕç вĕсем.
— Маттур пултăн эсĕ, Сима! — терĕм эпĕ ăна.— Тăлăха тăрса юлнăччĕ — пуçна усса лармарăн. Пур вăйна хурса вĕрентĕн. Вĕренсе тухсан çамрăк хĕр халлĕнех Тăван çĕр-шыв кун-çулĕшĕн пыракан хаяр вăрçа кайрăн. Çунтăн, тӳсрĕн. Вилĕмрен те, темле асапран та хăрамарăн. Халь акă пурнăçăн аслă çулĕ çине тухрăн, халăха пысăк усă кӳме пултаракан çын пултăн. Çакăншăн эпĕ чунтан савăнатăп! Аннӳ таса чĕреллĕ те ырă кăмăллă çынччĕ, яланах çынна ырă тума, усă кӳме тăрăшатчĕ. Эсĕ те аннӳ çулĕпех кайрăн... Ырлăх, телей, ăнăçлă пурнăç сунатăп сире иксĕре те!
Эпĕ вĕсен аллисене тытса хыттăн-хыттăн чăмăртарăм та çав каçхинех хамăн хваттере хăнана пыма чĕнтĕм. Çамрăк мăшăр эпĕ чĕннине хапăл туса кăмăллăн тухса кайрĕ.
Кĕске вăхăтлăха тăван хулинче пурăннă чух Сима хăйĕн тантăш-юлташĕсемпе, пĕлĕшĕсемпе курнăçса калаçрĕ, вĕсемпе сыв пуллашрĕ. Ку самантсенче вăл сахал мар хумханчĕ, хурланчĕ. Çак хушăрах тата умра тăракан çĕнĕ пурнăçĕпе пысăк ĕçĕсем çинчен ĕмĕтленсе хавасланчĕ. Каяс умĕн Сима хăйсен кивĕ çуртне сутса хăйне çыхса тăнă ачалăх сăпкипе ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕ. Тата темиçе кунран эпир Симăна пĕтĕм тантăш-пĕлĕшĕсемпе, кӳрши-аршисемпе пĕрле пăрахутпа ăсатса ятăмăр.
19
Симăпа юлташне ăсатса яни нумай та иртмерĕ,— эпĕ пысăк çыру илтĕм. Кĕтмен çыру кăмăла хускатрĕ, шухăша ячĕ. Ăна ман пата вун пилĕк çула яхăн пĕр хыпарсăр пурăннă Настя Иванова Уралти пĕр рудникрен çырса янă.
Ку çырура Наçтӳç хăйĕн пĕтĕм чунне уçса кăтартнă. Унпа вăл мана хăй ăçта-ăçта пулнисене, мĕнле пурăнса мĕн тӳссе ирттериисене пĕр пытармасăр йăлтах çырса пĕлтерме тăрăшнă. Мана пуринчен ытла вăл халь йĕркесĕр пурăннине ăнланса илсе ӳкĕнни тата тахçан кӳрентернисемшĕн каçару ыйтни тĕлентерчĕ. Шултра сас паллисемпе кармакласа çырнă пысăк çыру малтан пуçласа вĕçне çитичченех çак хĕрарăм кăмăлĕ чăннипех те улшăннине кăтартса пачĕ.
«...Санран уйрăлса кайнă хыççăн пĕр çул ытла Куйбышевра пурăнтăм,— тенĕ вăл çырăвĕнче.— Кунта эпĕ хамăн малтанхи упăшкана тупма шутланăччĕ. Тупаймарăм. Вăл таçта Çĕпĕр еннелле тухса кайнă терĕç. Унта пурăнакан атте шăллĕ мана хăй патĕнче усрамарĕ. Нимĕнле ĕçе те кĕме тăрăшмарăм. Ресторансенче, столовăйсенче пĕр тĕлсĕр çапкаланса çӳрерĕм. Тӳррипех калатăп сана: тĕттĕм кĕтессенчи таса мар çынсемпе — вăрăсемпе, шулĕксемпе çыхланса кайрăм, вĕсен притонĕсенче пурăнтăм. Ĕçке ерни пĕтерчĕ мана! Аллăмсем кукăрăлчĕç. Ĕçес килет, çиес килет — укçа çук. Йывăр ĕçе каяс килмерĕ. Çăмăл пурăнса укçа-тенке те çăмăл майсемпех тупас килчĕ. Çапла вара аллăмсем ют çын кĕсйине кĕме вĕренчĕç. Хам та вăрра вĕренсе кайрăм. Çакăншăн темиçе хут милицине, суда лекрĕм. Юлашкинчен хытах айăпласа юсанмалли çурта хупрĕç. Унтан лагере ячĕç. Вăрçă çулĕсенче лагерьтен тимĕр тăпри кăларакан руднике куçарчĕç. Кунта та малтан хурал аллинчех ĕçлерĕмĕр. Питĕ йывăр пулчĕ тимĕр чулĕ турттарнă çĕрте ĕçлеме. Йывăр ĕçпе лутăркарĕç, тӳрĕ пурăнма вĕрентрĕç... Халь ĕнтĕ тинех ирĕке тухрăмăр. Хурал аллинчен хăтарчĕç. Çакăнпа пĕрлех рудник ĕçне те хăнăхса çитрĕмĕр... Ирĕкре йывăр ĕç те çăмăлланнă пек туйăнчĕ!.. Пĕлтĕр кăна пĕр пӳлĕмлĕ хваттер пачĕç. Ку хваттерте халĕ пĕр арçынпа иккĕн пурăнатпăр. Вăл та хам пекех ларса тухнăскер, хампа тантăшах... Ху чухлатăн, Çерки, халĕ эпĕ текех çамрăк çын мар ĕнтĕ: хĕрĕх саккăр тултаратăп...
Хамăн еншĕн, тăван ялпа Шупашкара курасшăн хытă тунсăхлатăп... Анчах куçса пырсан та халь унта мана никам ыталаса илсе хапăл тăвакан пулас çук ĕнтĕ... Пĕлетĕп: эпĕ сана та хытă тарăхтартăм, нумай кӳрентертĕм; ырă кăмăлушăн пĕрре те тав тума пĕлмерĕм... Каçарăн-ши эсĕ мана хăçан та пулин хамăн тăр лавсăр пурнăçшăн е çук,— эпĕ ăна пĕлместĕп. Пĕрре шутлатăп та — мана никам та каçарма пултарас çук, эпĕ хĕрхенме тивĕçлĕ çын мар. Тепре шутлатăп та — пĕр эсĕ кăна хăвăн лайăх кăмăлупа каçарма пултарăн, тен. Анчах каçарсан та, хамах ăнланатăп, туятăп: эпĕ текех санпа пурăнма тивĕçлĕ çын мар ĕнтĕ, сан патна пырса кĕме те юрăхлă мар. Санăн тӳрĕ те ырă кăмăл пулнине эпĕ лагерьте пурăннă чух тин лайăххăн ăнланса илтĕм. Тимĕр чулĕсене хирсе мекĕрленнĕ хушăра кăна манăн шухăш улшăнчĕ, кăмăл та урăхланчĕ. Хама эпĕ халь çĕнĕрен çуралса ӳснĕ урăх çын пек туятăп, çамрăк ĕмĕре тăрлавсăр ирттерсе янăшăн кулянатăп. Эпĕ ăнланман çав, çын культурăллă пурăнни — вăл чаплă тумланнинче тата лайăх ĕçсе-çисе ялан савăнса пурăннинче кăна тесе шутланă. Çавăнпа тăтăшах иртĕхиччен ĕçме-çиме, ашкăниччен савăнма юратнă. Кун пек пурнăçра, паллах, эпĕ сана суйни те, улталани те пулнă. Халь куратăп ĕнтĕ: нумай тарăхтарнă сана... Уйрăлмалла пулнăшăн эсĕ мар, эпĕ хам айăплă. Ман чăкăлташма кирлĕ пулман... Арлă-арăмлăх йĕркинчен тухса кӳрентернĕшĕн, паллах, эсĕ мана пĕрре çех мар хытă çилленнĕ. Вĕсемшĕн халĕ те пулин каçарма ыйтатăп, Çерки... Çакăнпа пĕрлех мана этем вырăнне хурса хисепленĕшĕн, лайăх пăхнăшăн чĕререн спаççипă калатăп. Халĕ манăн ватăлакан пурнăçра санпа пĕрле ирттернĕ çулсем çеç хура шăрçа ярăмĕнчен мерчен пĕрчисем пек йалтăртатса курăнаççĕ. Чăн, эпĕ хама халь пĕтнĕ çынах теместĕп-ха. Тӳрлентĕм. Пурнăç каллех юсанать. Ватă çын темех те çук-ха мана. Çавăнпа хамăн пурнăç шăрçи ярăмне çĕнĕ ахах пĕрчисем те тирсе лартма пултарăп, тен. Вăрçăпа юхăннă çĕр-шыв хуçалăхĕ те хăвăрт юсанать. Çĕр-шыв пурлăхĕ ӳснĕ май хамăр пурнăç та лайăхлансах пырасса шанатпăр... Пирĕн пĕр-пĕрне текех курасси пулмасть пулĕ, тен. Куçа-куçăн курса тав тумалла пуласса шанмастăп. Çавăнпа темиçе çултан та пулин çыру урлах тав туса каçару ыйтма шутларăм санран...
Çырăвăма ырă камăлпа вуласа тух, мĕншĕн тесен эпĕ хам тунă çылăхсемшĕн ӳкĕнсе лайăх кăмăлпа çыратăп. Çырăн-и ман пата каялла çак сăмахсене вуласан, çырмăн-и — ку санăн хăвăн ирĕкӳ. Çыр тесе йăлăнмастăп, тархасламастăп. Анчах пĕр вунă сăмах та пулин кăмăллăн çырса янă çыруна илсе вулани мана савăнтарнă пулĕччĕ. Эсĕ мана тӳрĕ те тĕрĕс çул çине тăратма тăрăшнине, лайăх çын картне лартма хистенисене виличчен те манмăп. Тепĕр хут тав тăвап, ырлăх-сывлăх сунатăп сана, Çерки.
Поповсене манран салам кала. Ленăна сан çума хушса ахалех кӳрентертĕм. Ăна эпĕ сана хур тăвас тесе чăкрашлантăм пулас. Уншăн Елена Яковлевнăран каçару ыйтатăп...
Чунтан хисеплесе çыратăп, чĕререн ӳкĕнсе юлатăп...» Юлашкинчен Наçтӳç хăйĕн адресне кăтартнă, анчах та çыруне хăçан çырни паллă мар. Конверт çинчи почта пичетĕнче кăшт палăракан цифрăсем тăрăх çеç ăна вăл 1951 çулхи сентябрь уйăхĕнче янине чухласа илтĕм.
Нумайччен шухăшласа çӳрерĕм эпĕ Наçтӳç çыруне илсе вуланă хыççăн. Манăн ума çак хĕрарăмăн пĕтĕм пурнăçĕ тухса тăчĕ. Эпĕ унăн ĕçĕсене те, сăмахĕсене те аса илтĕм. Вăл çамрăк чух хăйне тыткалама пĕлменни мана çаплах кӳрентерчĕ, халĕ улшăнса урăхланни — хăйне тӳрлетме тăрăшни, иртнĕ йĕркесĕрлĕхне ăнланса ӳкĕнни — тĕлĕнтерчĕ, савăнтарчĕ. Çавăнпа пĕрлех тата хамăр пĕрле пурăнма пуçланă тапхăртах ăна, ача-пăчасăр хĕрарăма, ĕçсĕр усраса кичемленмелли, пушă вăхăт нумай пулнипе ахаль çапкаланса çӳреме майсем туса панăшăн эпĕ хама хам ӳпкелерĕм. Ман ăна пĕтĕм тимлĕхе хурсах пĕр-пĕр ĕçе вырнаçтармалла пулнă, ĕçсĕр пурăнса кирлĕ мар шухăшсемпе йăпанса çӳреме памалла пулман. Чăн та, ăна ĕçе кĕртесшĕн эпĕ пĕрре çеç мар тăрăшнă, калаçнă, анчах вăл килĕшмесĕр хирĕçсенех ăна çав ĕç çинчен урăх каламан, тиме хурсах хистемен. Каярахпа вăл ĕçсĕрлĕхе хăнăхрĕ, капăрланса çӳрессине юратма пуçларĕ, вырăна кĕртесси çинчен каланисене итлесшĕн те мар пулса тăчĕ. Çаксене вăл халĕ хăй те ăнланса çитнĕ ĕнтĕ.
Нумай шухăша айлăн-çийлĕн çавăрса лăпланнă хыççăн эпĕ Наçтӳç патне, хăй ыйтнă пек, кĕске çыру кăна çырса ятăм.
«...Кăмăлу улшăннăшăн эпĕ савăнатăп, Настя. Çынна чăннипех те пĕр ĕç кăна — халăхшăн усăллă, хăйшĕн те кирлĕ ĕç кăна — лайăхлатса тĕрĕс çул çинче тытса тăма пултарать. Ĕç — çыннăн кăмăлне ырăлатать, унăн шухăшĕсене илемлетет, ăна пурнăç çине ăнланса пăхма вĕрентет... Эсĕ ĕнтĕ тĕрĕс çул çине тăнă; малашне çак çултан ниçталла та ан пăрăн... Эпĕ мĕнле ĕçленине эсĕ пĕлетĕн; халĕ те çаплах ĕçлетĕп. Ĕç мана йăпатать, лăплантарать, хавхалантарать те! Эпĕ унпа вăхăт иртнине сисместĕп, кичемленме те, тунсăхлама та пĕлместĕп.
...Поповсем иккĕш те вăрçă вăхăтĕнчех вилчĕç: Лена — чĕре чирĕпе, Поповĕ хăй — эрех ăшне путсах пĕтрĕ. Лена умĕнче сан маларах ӳкĕнмеллеччĕ, хăй чĕрĕ чух каçару ыйтмаллаччĕ... Пирĕн хваттер хуçисем пулнă Разумов старикпе Марина Михайловна вилни те чылай пулать. Сан ентешӳ пулнă Петр Михайлов хăйсен ялне кайрĕ, унта вăл колхоз председателĕнче ĕçлет... Çапла кунта паян сана ĕлĕк тарăхтарнă çынсем те, мана пăлхантарнисем те çук. Эпĕ хам çемьере савăнăçлăн тата ирĕклĕн те лăпкăн пурăнатăп.
Сывă пул, нумай пурăн!» — тесе çыртăм эпĕ.
Ку çырăва Настя Иванова илсе вуларех пулĕ тетĕп. Анчах та хăйĕнчен урăх çыру таврашĕ илеймерĕм. Паллах, хăй пекех тӳссе ирттернĕ, халь тӳрленес çул çине тăнă çĕнĕ мăшăрĕпе килĕштерсе пурăнать пулсан унăн ман пата урăх çырма кирлех те пулман.
* * *
Çав çулхине тата кайран та ман пата Сима çырсах тăчĕ. Малтанхи çырăвĕсенче вăл хăйсем иккĕш те пĕр районти больницăрах ĕçлени тата Арефий Пушевпа «саккун йĕркипех» мăшăрланни çинчен пĕлтерчĕ.
Юлашки çулсенче хăйсен çемйи хутшăнса пыни çинчен, упăшкипе иккĕшĕ те врач ĕçĕпе кăна мар, халăх хушшинчи ытти ĕçсене те тимлĕн хутшăнса ĕçлени çинчен çыра-çыра тăчĕ.
Халĕ те вĕсем Пушкăртстанрах, пĕр пысăк район центрĕнчи больницăра ĕçлеççĕ, хăйсен килĕнче телейлĕ те савăнăçлă çемьепе пурăнаççĕ.
1956-1960