(чăн пулни)
Çурçĕр иртсен, мана вырăн çинчен çĕклесе,
Илсе кайрĕç тĕлĕнтермĕш этемккесем.
Уçлăхри пĕр планетă çине вĕçсе çитсе,
Ман йĕри-тавра кумрĕç гуманоидсем:
Пĕчĕкскерсем, метр çурă çӳллĕш этем евĕр,
Урисем кĕске, сарлака çут çамкаллă,
Куçĕсем вара, куçĕсем пысăк чикĕсĕр,
Ялтăркка симĕс-хурçă комбинизонлă.
Вĕçев аппарачĕ асам пушхирте тăрать,
Илĕртмĕш инçе Космос хăни эп паян.
Темĕн юмахлать ак пĕри, темĕн асамлать —
Урăх вăхăт уçлăхĕнче пурăнакан.
Телепати урлă вăл, ахăртнех пуплешрĕ,
Хăватлă хум чуппине туятăп унран:
«Чирлĕ çакă, салтака юрăхсăр», — янлатрĕ, —
Чĕремпе туйса илтĕм уçă уçлăхран.
Ман умра тăрать-мĕн сывлăхсăр гуманоид,
Пит тĕмсĕлсе пăхать хăй, пулăшу кĕтсе.
Ыттисем сăнаççĕ мана, хушăра — пĕр шит,
Аллăма вăй пухрăм, çӳлелле çĕклесе.
Вара ун пуç тăррине, аллăмсене хурса,
Тытăнтăм ăна сыватма,
пур вăй-халтан…
…Тăна кĕтĕм хам вырăн çинче, шурса кайса,
Вăйсăр куçăмсене уçрăм аран-аран.
Кантăкран асамлă çутă сăрхăнать иккен,
Йывăрланнă шăмшакăм, йăлт вăйран кайнă…
Асам тĕнчинчен — урăх вăхăт уçлăхĕнчен,
Çĕр çине каялла мана леçсе янă…
…Çав тĕлĕнтермĕш-этемккесем патне çитме,
Миçе çутă çулĕ чухлĕ хутлăх пур-ши?
Халь килеççĕ вĕсем ман пата тĕлĕкĕме,
Аномалиллĕ пулăмшăн тав тума-ши?