Хапха алăкĕ кăриклетрĕ. Ват карчăк Униççе алăк умне тухса тăчĕ. Вăл тĕксĕм пĕлĕт çинелле пăхса илчĕ, унтан сăхсăхрĕ те ерипен пылчăклă урам тăрăх мăн калушĕсемпе лепĕшлеттерсе малалла кайрĕ.
— Тумаллах, — тет карчăк хăй ăссĕн мăкăртатса, — тутарасах пулать. Ăна вара турă пулăшĕ... турăсар ăçтан...
Собор чиркӳ патĕнче Униççе карчăк тепĕр карчăка тĕл пулчĕ. Лешĕ кунтан темскер ыйтасшăнччĕ те, анчах Униççĕ карчăк унăн çумĕн пит васкавлăн иртсе кайрĕ. Воçтвишенски пупа курнă пулнă вăл.
Карчăк хыçалтан пырса пуп çаннинчен тытсан, пуп çаврăнса тăрса ыйтнă карчăкран:
— Мĕн сана? — тенĕ.
— Пачăшкă, — тенĕ карчăк хĕрелнĕ куçĕсене мăч-мăч хупкаласа, — молепĕн туса пар-ха... турă чури Ваççили шкулта лайăх вĕрентĕр тесе тăвасчĕ... Ывăлăн ачи пур манăн, Ваççили ятлăскер. Халĕ вăл университета кĕнĕ вĕренме, çыру янă. Университетах кĕнĕ... Молепĕн тăвасчĕ.
— А! — мăкăртатса илнĕ Воçтаишенски. — Юрать.
Молепĕн хыççăн Униççе карчăк Воçтвишенские укçа пама кĕсйинчен чечеклĕ тутăр кăларса салтма тытăнать.
— Апла университетра вĕренет эппин? — тенĕ укçа каларасса кĕтсе Воçтвишенски. — Тухтăр пулма вĕренет-и-ха?
— Ваçкă-и? А-а, тухтăра мар! — аллине сулнă Униççе.— Вăл антиреликиоснăй (тĕне хирĕç) университета кĕнĕ. Вĕсем Петтĕн Коçкипе пĕрле вĕренеççĕ.
Воçтвишенски Униççе карчăк çине чăр пăхса илнĕ сиввĕн.
— Ай-яй, мĕнле эс, — тенĕ пуçне сулласа, — ай-яй!..
Çапах та виçĕ тенкĕлĕх хут пуп кĕсйине кĕмесĕр хăтăлайман.