Ырă сăмах ылтăнран та хаклă,
Ку каларăш пырать авалтан.
Чăн та, пĕлтерĕшĕ унăн хăватлă,
Вăл çуралать ырă чун-хавалтан.
Ырă сăмахăн пур симĕ, сиплевĕ,
Вăл тĕрек кӳрĕ çынна амантсан.
Ырă сăмах çут тĕнче çути евĕр
Тăрĕ этем тĕнчине юмласа…
Ырă сăмах калама манас марччĕ,
Çут тĕнчери ыр çынсем пĕр-пĕрне,
Çак паха кăмăл та туйăм юмарчĕ
Ăшшăн çутаттăр этем ĕмĕрне.
Ыр сăмахпа пурнăçра пурăнасчĕ,
Кăшт хитреленĕ ун чух çут тĕнче!
Ыр сăмахпа ырă йĕр хăварасчĕ
Манăн, туссен-тăвансен чĕринче.