— Ах, аттеçĕм, эсĕ халь ăçта-ши?
Ах, аннеçĕм, ма салхуллă эс?
Сăнӳкерчĕкрен тинкерчĕ ашшĕ
Ывăлне, хăй нимĕн те чĕнмест.
— Вăрçăра эс пĕтнĕ-ши — пĕлместĕп,
Тен, Чернобыль çăтнă пурнăçна?
Мĕншĕн-ха, аттеçĕм, эс чĕнместĕн,
Ывăлна памастăн хуравна?
Ас илетĕп, чĕререх тăратăн,
Ыталатăн вăйлă аллупа...
Ах, мĕн-ма çапла тăлăх-туратăн
Çитĕнтертĕн эс мана, Шăпа?
Ах, аттеçĕм, эсĕ халь ăçта-ши?
Ах, аннеçĕм, ма салхуллă эс?
Сăнӳкерчĕкрен тинкерчĕ ашшĕ,
Темшĕн ывăл чĕннине илтмест.