Ман ылтăн çупкăнăм, ĕçченĕм,
Ик куç илемĕ, чун ăшши!
Ыр сăмаху вĕçет чĕкеçĕн
Çулсем те çухрăмсем хушши.
Кĕрет вăл айăкăн-инçетĕн
Ман тĕксĕм тĕслĕ пӳлĕме.
Кашни сăмаххуна виçетĕп,
Пĕрле илетĕп ӳлĕме.
Ытла та аслă çут тĕнчемĕр,
Çул-йĕрĕ вăрăм, кун кĕске.
Эс пулмасан, тек кам тĕпчетĕр,
Кам виçтĕр манăн ĕмĕте.
Пур ĕмĕт те тӳрре килеймĕ —
Пĕри хăть тухтăрччĕ тӳрре:
Ман ылтăн çупкăнăм, илемĕм,
Телейлĕ пулччĕ тĕнчере!