Ачак ялĕнче
Акатуй паян.
Çаврăнса пăхсан
Тĕлĕнен каян.
Кам-ши çук кунта?
Мĕн-ши çук кунта?
Халăх тăп тулли...
Тĕрлĕ япали.
Мĕн илес? —
Йăлт пур:
Пыр та тытса кур.
Туянас тесен —
Туянма пулать.
Илесех тесен
Ал çапас пулать.
Хаклă? Йӳнĕ-ши? —
Пĕлме май çук халь.
Ирĕк сут-илӳ
Илекен сахал.
Кĕсье тĕп яка
Укçа-тенкĕ çук.
Укçине тума
Йывăр-ăçти çук.
Таврари ялсем
Хаклă уявра.
Çитнĕ тăвансем
Пурте хăнана,
Шăна пек сĕрлеç
Сăра ĕçнĕрен
Шавласа кĕрлеç
Туйăм çитнĕрен.
Юрă шăранать,
Кĕвĕ янăрать.
Акатуй юрлать,
Чăваш савăнать.