Юлташĕсемпе пĕрле кунĕпе тенĕ пекех тăвайккинче айкашрĕ вăл. Малтан пĕр-пĕрне юрпа пемелле вылярĕç, унтан ял конюшнийĕн картишĕнчен вĕр çĕнĕ çуна туртса тухрĕ çамрăк йыш. Ялти чи чăнкă тăвайккинчен ярăнма пуçларĕç. Эх вăхăчĕ, мĕншĕн васкать-ши тата! Ачасем айĕнчи çуна пекех: пĕр тапратса ярсан чарма та çук ăна! Тавралăх çутă кун пĕркенчĕкне каç вителĕхĕпе ылмаштарчĕ. Ачасем те вара килелле васкарĕç.
Тăвайккинчен ярăннă чухнех хăйне япăх туя пуçларĕ вăл. Пĕр хушă куç та хуралса килчĕ. Хаваслă юлташĕсене систерес мар тесе пăрăнса тăчĕ. Вăйă-кулă тыткăнне лекнĕ тантăшĕсем вăл ушкăнтан уйрăлнине асăрхамарĕç те. Тен ку лайăх та пулĕ. Сывлăхĕ хавшак пулин те, чунĕпе ачалла мар çирĕп вăл. Анчах мĕн ку! Мĕншĕн урасем итлемеççĕ, тĕнче çаврăна-а-а-ать!
Пĕтĕм кĕлеткене темле ăнлантарса памалла мар канлĕх сырса илчĕ. Ăçта вăл! Ача анлă хирпе пырать иккен: кайăксем юрлаççĕ, унччен нихçан курман чечексем куçа йăмăхтараççĕ. Мĕнле кайăксем, мĕнле чечексем! Халĕ хĕлле-çке!
«Çук, кунта хĕлле пулмасть», — хуравларĕ çав тери лăпкă, çав вăхăтрах янăравлă сасă. Çак сасă пĕр тĕлтен мар, хупăрласа тăракан таврăлăхăн кашни енĕнчен илтĕннĕ пек туйăнчĕ ăна. «Кам кунта?», — хăранипе тĕлĕннине çĕнтерсе ыйтрĕ ача. Хирĕç чĕнекен пулмарĕ. Пĕр хушă тавралăх шăпланчĕ: сасартăк таçтан çавраçил килсе кĕчĕ. Хăраса ӳкнĕ ача питне икĕ аллипе хупласа кукленсе ларчĕ. Çутçанталăк умĕнче вăйсăррине туйса упранса юлас терĕ-ши!
Нумай хушă ларчĕ-ши вăл çапла. Вăхăт юхăмне те туйми пулнă ача хăйпе юнашар такам тăнине пĕтĕм кĕлеткипе сисрĕ. Питне хупланă алăсем хуллен-хуллен çемçелчĕç. Ача куçĕсене уçрĕ. Пуçне çĕклерĕ. Ак тамаша! Унран ик-виçĕ утăмра шап-шăрă юланут тăрать. Çилхийĕ те шап-шурă. «Пирĕн асаннен çӳçĕ пекех», — çиçĕм пек вĕçсе илчĕ ача пуçĕнче шухăш. Анчах ăçтан килсе лекнĕ вăл кунта! Ача ура çине тăчĕ, юланут еннелле хăй патне килме ыйтнă евĕр аллисене тăсрĕ. «Кунта хĕлле пулмасть», — каллех илтĕнчĕ çав çепĕç сасă. Кам, кам калаçать-ха унпа? «Эпĕ», — хуравларĕ ача умне çитсе тăнă юланут. «Мĕнле-ха апла, лашасем этем чĕлхине пĕлеççĕ-и вара», — тĕлĕнме пăрахмарĕ ача. «Пĕлеççĕ», — кĕскен хуравларĕ лаша. Хăй вара такама шыранă е такамран пытанма хатĕрленнĕ евĕр йĕри-тавра пăхма пуçларĕ. Тин кăна лăпкă пулнă юланутăн канăçсăрлăхĕн сăлтавне ăнланайман ача ун çине тĕлĕнсе пăхса тăчĕ. Таçтан мурĕнчен тухнă çавраçил вара ачан лăпкăлăхĕнчен те нимĕн те хăвармарĕ. Тавралăха хура сĕм çапрĕ. Хăрушă. Хӳтлĕх тупса пытанас пулать. Анчах ăçта? Юланутпа иккĕш вĕсем анлă уй варринче тăраççĕ. Сасартăк юланут малти урисем çине кукленчĕ: «Лар хăвăртрах, унсăрăн пĕтетĕн», — илтĕнчĕ лашан хăранипе ăша кайма пуçланă сасси. Камран тармалла, мĕншĕн пĕтетĕп? Ыйту çине ыйту янрарĕ ача пуçĕнче. Хăй вара васкасах юланут çине хăпарса ларчĕ. Тĕлĕнмелле, вăл лашасенчен яланах хăратчĕ. Çуллахи вăхăтра юлташĕсем çак ырă чунсене ял вĕçĕнчи пĕвере шыва кĕртетчĕç, ача вара вĕсене çырантан кăна сăнаса ларатчĕ. Ача лашана мăйĕнчен ыталаса тытрĕ. Амăш алли пекех ăшă та çемçе кĕлеткеллĕ лашана унăн шанас, ĕненес килчĕ. Урхамах вырăнтан çил пек тапранса тӳпене çĕкленчĕ. Анчах камран хăрарĕ-ха урхамах? Камран тараççĕ-ха вĕсем? «Каялла çаврăнса ан пăх», — тархасланă евĕр каларĕ лаша. Мĕншĕн пăхмалла мар? Ачан пĕлес килни çĕнтерчех. Вăл анлă уй еннелле çаврăнса пăхрĕ. Мĕн ку? Пин-пин чечеклĕ анлă уйра хура ут каллĕ-маллĕ чупать. Ури айĕнче илемлĕ чечексем таптанса, ванса пыраççĕ. Такама шыранă, анчах та ниепле тупайман пирки тарăхнă евĕр тулхăрать, çĕре урисемпе чавса таврари илеме аркатать. Ак сасартăк хура ут лăпланчĕ. Тем илтесшĕн пулнă евĕр хăлхисене вылятса унталла-кунталла пăхрĕ. Сасартăк пуçне тӳпенелле кăнтарчĕ. Çак самантра ун куçĕнче ниçта шăнăçайми хаярлăх кăна палăрчĕ. Кама е мĕне курчĕ вара вăл? «Мана шырамасть пулĕ те», — таçтан пырса кĕчĕ ача пуçне шухăш. Хура ут вăйлă çил хăватлăхĕпе тӳпене çĕкленчĕ. Ун йĕри-тавра çавра çил ахăрать, çиçĕм çиçет, аслати авăтать. Нивушлĕ хăваласа çитĕ вăл пире? Ăна курнипе ача чĕри капкана лекнĕ пĕчĕк кайăк евĕр йĕркесĕр тапма пуçларĕ, халь-халь кăкăртан сиксе тухать тейĕн. Ал-урана çӳçентерсе сивĕ тыткăнлама пуçларĕ. «Нивушлĕ хăтăлаймăп», — макăрас пек пăшăлтатрĕ ача. Çак вăхăтра малта темле кăвакрах çăтă курăнса кайрĕ. Урхамах пĕтĕм вăйне пухса çавăнталла васкарĕ. Умра шурă тĕтрепе витĕннĕ ĕмĕрхи юманлăх. Ача каллех хыçалалла çаврăнса пăхрĕ. Юлать иккен хăрушă ут, юлать.
Асамлă вăрман çийĕн çичĕ çаврăм тунă хыççăн урхамах уçлака анчĕ. Чăн-чăн юмах тĕнчине лекнĕнех туйăнчĕ ачана. Кунти сывлăш та сиплĕ тейĕн. Ыратакан ал-урине темле канлĕх кĕчĕ. Тавах шурă урхамахăма! Анчах ăçта-ха вăл? «Пăрахса ан кай, ан хăвар мана», — такам илтесрен хăранă евĕр пăшăлтатрĕ ача. «Кунтах эпĕ, ачам. Юнашарах», — чуна çав тери çывăх сасă вăрманăн кашни кĕтесĕнченех илтĕннĕн туйăнчĕ ачана. Çак вăхăтра йĕри-таврари йывăçсем хăйсен çирĕплĕхне çухатса шурă тĕтре пулса тăчĕç. Таçтан килсе кĕнĕ лăпкă çил ăна вара сирсе ячĕ. Ача хăйне такамăн çемçе аллисем ачашшăн çупăрланине туйрĕ. «Анне!», — пăшăлтатрĕç унăн тутисем.
Куçне уçнă чух ун çумĕнче йĕпеннĕ куçне тутăр вĕçĕпе шăлакан амăшĕ ларатчĕ. Унран вăл хăй темиçе кун хушши тăна кĕреймесĕр аташса выртни çинчен пĕлчĕ. Асламăшĕ : «Шурă урхамах пурнас кун-çулу пулнă сан, ачам», — терĕ. Ачан вара шурă урхамах çак кунсенсе унран уйрăлми юнашар ларнă амăшĕпе танлаштарас килчĕ.