Вĕсем сунара каясси çинчен шутланă, хĕллехи вăрмана курасса шаннă... Кам пĕлнĕ авалхи юмахсем, мифсем тата юмахри сăнарсем вĕсем умĕнче чĕрĕлессине, вăрман çав тери хăрушă, авалхи легендăсенчи пекех, пулассине... Çын çак чĕрчунсенчен пин хут айванрах... Анчах... Турра ĕненни этеме яланах пулăшнă...
* * *
Василий Владимирович Иванов хĕллехи хĕвел анăçĕпе киленсе тăнă. Анчах пуçĕнче унăн пачах урăхла шухăшсем пулнă. Сунар... Çакă халĕ Ваççана ытларах кăсăклантарнă. Унăн ăшĕнче сунарçă юнĕ чупнă! Аслашшĕн пăшалĕ те упранса юлнă-ха. Шăп та çак пăшалран вунă çулхи Ваçлей хăйĕн пĕрремĕш мулкачне персе лектернĕ. Халĕ юнашар вăрманта вăраннă упа çӳренине пĕлсенех, Василий Владимировичăн ăна тытас шухăш çуралчĕ. Çак ĕмĕте вăл сунарçă-юлташĕсене те пĕлтернĕ ĕнтĕ. Лешĕсем хирĕç пулмарĕç. Пуçтарăнса çак ыйтăва сӳтсе яврĕç. Тепĕр ик кунтан сунара кайма палăртса хучĕç.
* * *
Ваççана хĕвел шевли вăратрĕ. Урамра çав тери илемлĕ! Юр хĕвел çинче ялтăртатать, унсăр пуçне хаваслă кăсăясем те ĕмĕтлĕннине пурнăçлама кăмăл кĕртрĕç. «Сунара!» — шухăшларĕ Ваççа. Хăвăрт пуçтарăнса юлташĕсене хирĕç кайрĕ. Çак кун пирки вăл мĕн чухлĕ шухăшланă, ĕмĕтленнĕ!
Ваççа юлташĕсене те хĕвеллĕ кун савăнтарнă пулмалла! Вĕсен пичĕсем çинче те йăл кулă вылянă. Юлташне курсан тата та ытларах савăнчĕç вĕсем.
— Ну! Васкар! — терĕ Василий Владимирович.
Шăкăл-шăкăл калаçкаласа вĕсем машин çине вырнаçрĕç. Вăрман çывăхах мар...
* * *
Епле илемлĕ те уçă хĕллехи вăрманта! Шап-шурă юр, çын пулман вырăнсем... Анчах... Темскер урăхла çак вăрманта! Мĕн-ха килĕшмерĕ çак тăрăхра Василий Владимировича. Çак ыйту çине вăл хăй те хуравлаймарĕ...
Çапла калаçкаласа юлташсем вăрманти пĕр уçланка çитрĕç. Шăп та çакăнта чарăнма шут тытрĕç.
Палатка лартсан, Василий юлташĕ апатланма пĕр куяна тытма каясси çинчен пĕлтерчĕ. Никам та хирĕç пулмарĕ.
Виçĕ сехетрен кăна Микулай çитрĕ. Микулай — маларах асăннă Василий юлташĕ. Сунарçа паласа илме май çук! Çав тери хăрани каламасăрах паллă!
— Мĕн пулса иртнĕ.! — ыйту хыççăн ыйту пачĕç сунарçăсем.
Темле вăхăт хушши Микулай ним чĕнмесĕр тăчĕ. Унтан тин çыхăнусăр калаçма пуçларĕ,
— Унта... Унта... Ал! Юр ăшĕнченех тухрĕ! Мана ярса илесшĕн пулчĕ! Эпĕ хăранипе кут çинех кайсах лартăм! Тăна кĕрсен тин сирĕн паталла чупрăм!
Çакна илтсен, Василий Владимирович çапла каларĕ:
— Вăрмана кĕнĕ чухнех мана çак тăрăх килĕшмерĕ... Ытла та шăп кунта, пĕр чĕрчун йĕрĕ те çук тата..
Пулса иртни çинчен татах кăшт калаçсан, çывăрма вăхăт çитни çинчен палăртрĕç юлташсем. Чăнах та, хĕллехи кунсем кĕске!
* * *
Хĕллехи каç. Пур-ши çакăнтан мĕн те пулин илемлĕреххи? Тĕттĕм тавралăх, çап-çутă çăлтăрсем... Анчах паянхи çĕр ытла та тĕттĕм, йĕп чиксен те куç курмасть... Çывăрас килменнипе Василий Владимирович çăлтăрсемпе киленме шут тытрĕ. Чăн та, калама çук илемлĕн ялкăшаççĕ çăлтăрсем... «Акă Алтăр Çăлтăр!» — шухăшларĕ арçын.
Çапла нумайччен ларчĕ Ваççа, анчах таçта аякра... пĕчĕк ача макăрни илтĕнчĕ! Арçынна çак тĕлĕнмелле пек туйăнчĕ — хĕлле, сивĕ, вăрман, пĕчĕк ача... Кун пек пулма пултараймасть! Анчах арçына ача сасси канăç памарĕ. Ваççа сасă еннелле утрĕ...
Сас тек çывхарчĕ. Анчах вăл самантрах аякран илтĕнме пуçларĕ. Василий парăнмарĕ! Сас еннеллех утрĕ. Ача пысăк юман хыçĕнче макăрнă пек туйăнчĕ. Анчах арçын унта никама та курмарĕ, сас та тепĕр енчен илтĕнме пуçларĕ! Василие унпа такам пытанмалла вылянă пекех туйăнчĕ. Анчах кам макăрнине пĕлес килни ăна каялла лагере кайма памарĕ. Арçын нумай сехет хушши вăрман тăрăх çӳрерĕ, шăнса кайрĕ. Каялла кайма тăнăччĕ кăна, тепĕр пăтăрмах сиксе тухрĕ... Çĕтсе кайнă!
* * *
Çутçанталăк паян уяр кунпа савăнтарасшăн мар пулмалла... Хĕвел те тĕксĕм пĕлĕтсем хыçĕнчен тухман...
Паян сунарçăсем ытти чухнехи пек мар, каярах тăчĕç. Çак хĕллехи кун хĕвелсĕр пулассине палаткăра чухнех туйрĕç пулмалла вĕсем.
Сунарçăсем апатланнă хыççăн упана епле тытасси пирки шухăшларĕç. Паян хăш енне каяссине те палăртса хучĕç. Хăш пăшал лайăхрах пересси пирки калаçма пуçласан кăна тахăшĕ Ваççа çуккине ăнланса илчĕ. Чăн та, юлташĕ вĕсемпе кĕçĕр çĕр каçманнине никам та сисмен. Халĕ мĕн тумалла? Ăçта шырамалла?..
Cехет ытла канашлансан Микулай хĕвеланăç еннелле, Миша хĕвелтухăç еннелле Ваççана шырама каяссине палăртрĕç. Хăйсемпе пĕрле пăшалăсене, шăрпăк курупкине тата тăвар илчĕç. Вăрманта тем те кирлĕ пулма пултарать. Виçĕ сехетрен Ваççана тупмасан, каялла лагере килме калаçса татăлчĕç те ик еннелле саланчĕç.
Микулай кăçал юр сахал çунишĕн савăнса пычĕ. Кĕрт тăрăх камăн ашас килет-ха? Ытла та шăп ку вăрманта!.. Акă ĕнтĕ çур сехет патнелле утать Микулай, анчах пĕр кайăка та курмарĕ-ха вăл. Ытла та тĕлĕнмелле, пур чĕрчун вăрмантан тарса пĕтнĕн туйăнчĕ. Анчах çакă халĕ питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ те мар. Çапла сехет-и е тата та сахалтарах шухăшласа пычĕ ар çын, сасартăк ун куçĕ умне пĕчĕк ял тухрĕ. Çак вырăнта никам та пурăнманни патне пымасăрах паллă, ялти мĕн пур çуртăн хапхисемпе картисем тайăлса пĕтнĕ, урамри юпасем те йăваннă... Çуртсем çине пăхнă хыççăн Микулай çан-çурăмне пĕрре вĕрилентерсе, тепре шăнтса ячĕ. Çапах та арçыннăн пĕр пӳртне те пулин кĕрсе курас килчĕ. Тен, шăп та çак ялта Ваççа çĕр каçнă-ха? Тата Микулай хăраканнисенчен мар.
Яла кĕрсен тин сунарçă пĕр çурт ыттисенчен кăшт уйрăлса тăнине сăнарĕ. Хапхи те тайăлман унăн, картисем те чиперех. Тем тесен те çак пӳртре такам пурăнатех! Шăп та çак çурта кĕчĕ Микулай. Хăйне мĕн кĕтессине пĕлнĕ пулсан...
* * *
Тулта кăнтăрлахи вăхăт пулсан та пӳртре ытла та тĕттĕм. Çапла пӳрт ăш-чикне сăнаса тăнă вăхăтра Микулая такам пуçĕнчен йывăр япалапа çапрĕ. Арçын урайне ӳкрĕ...
Сунарçă куçне уçсан чи малтан хăй умĕнче такам тăнине курчĕ. Анчах мĕнле чĕрчун ку. Хăй хуп-хура çăмлă, сыснанни евĕр сăмсапа, пĕчĕк качака такин евĕр мăйракаллă, мăйĕ çинче сăнчăр çакăнса тăрать. Сунарçă тĕлĕк курать тесе шухăшларĕ, анчах чĕрчун ăна уринчен тытсан мĕн пулса иртнине ăнкарса илнĕ. Тата вăл хăйне урай çумне сăнчăрласа лартнине те палăртрĕ.
— Вăрантăн-и? — Çын куçне уçнине курсан ыйтрĕ чĕрчун. Çакă Микулая тата та тĕлĕнмелле пек туйăнчĕ. Çăварне шыв сыпнăн арçын ним те калаймарĕ. Кăштахран тин сасне пачĕ,
— Э-э-эс к-к-кам?
Чĕрчун ахăрса ячĕ.
— Эпĕ, эпĕ-и? Палламарăн та-и? Ача чухне юмах вуламан та-и? Эпĕ юмахра кăна тесе шутларăр-и? Çу-у-к... Эпĕ чăн та пур! Этем хăрама пăрахсан кăна эп вилĕп... Çапах палласа илеймерĕн-им? Эп арçури!
Микулай тĕлĕннипе иклетсе илчĕ. Кун пек пулма пултараймасть! Арçури юмахсенче кăна пулать! Арçури тата та хытăрах ахăлтатса кулса ячĕ:
— Куратăп-куратăп... Халĕ те ĕненместĕн! Анчах та эсĕ çывăрмастăн. Ĕнен. Çутă тĕнчепе сывпуллаш... Юлташусене те урăх кураймăн!
Сунарçă хăраса ӳкрĕ. Анчах мĕн тумалла-ха? Умĕнче сана çиме хатĕрленекен арçури тăрать! Микулай Турă кĕллисене ăшра калама пуçларĕ. Арçури çари-и-и! çухăрса ячĕ. Арçын ним ăнланмасăр ларчĕ. Кайран тинех те ăнланса илчĕ, таса мар вăйсем кĕлĕсенчен хăранине ăна асламăшех каланăччĕ. Микулай кĕлĕсене хытăрах та хытăрах вулама пуçларĕ. Чĕрчун хăранипе урамалла чупса тухса вăрманалла тарчĕ. Тĕлĕнмелле, арçынра ăçтан вăй тупăнчĕ.! Пĕр самантрах вăл сăнчăртан вĕçерĕнчĕ. Вара ниçта пăхмасăр лагерь еннелле чупрĕ...
* * *
Миша сунарçăсенчен чи кĕçĕнни пулнă. Юлташĕсенчен самаях кĕçĕн пулсан та, Микулайпа Ваççа Мишшана хăйсемпе пĕр çулхи тус тесе шутланă. Çамрăк пулсассăн та, Миша питĕ хăюллă та маттур пулнă. Анчах халĕ ăна хирĕç чăх утнине курсан, çамрăк кăшт çухалса кайрĕ... Ăçтан-ха хĕллехи вăрманта килти кайăк тупăннă? Патнерех пырсан тин çамрăк чăххăн хĕрлĕ тĕслĕ куçсем пулнине сăнарĕ. Ку Мишшашăн тата та тĕлĕнмеллерех пек туйăнчĕ. Чăхă çын патне çитсен чарăнчĕ те кăтиклетме пуçларĕ. Темле вăхăт хушши сунарçă ним чĕнмесĕр тăчĕ. Анчах та хăй еннелле çирĕме яхăн, çук, тата та ытларах чăх пынине курсан çамрăк çари! çухăрса ячĕ. Кам-ха хăй еннелле тăват енчен те хĕрлĕ куçлă кайăксем пынине курсан шикленмест? Ытти чух нимрен те хăранман çамрăкăн та сехри хăпрĕ. Ытла та чуна çӳçентермеллех кĕтиклетеççĕ тата хăйсем. Çапла тăнă чухне Мишша шкулта вĕреннĕ чухнех каласа кăтартнă легендăна асаилчĕ. Легендăра сунарçăсене пĕр асамлă вăрманта шăп та хăй йĕри-таври пек хĕрлĕ куçлă чăхсем вĕлернĕ. Анчах Миша çакна юмах тесе кăна шутланă. Халĕ вара хăйне хупăрласа илнĕ кайăксене курсан, çав ача чухнех каласа кăтарнă легенда ирĕксĕрех аса килчĕ. Сунарçăсен вилес килмесен... чăхсене куçран пăхма юраман! Çамрăк питне аллисемпе хупларĕ те ăçта куç курать, çавăнталла чуптарчĕ. Хăйĕн хыççăн хăваласран хăраса пĕтĕм вăйран чупрĕ сунарçă. Чупнă вăхăтрах ăшĕнче кĕлĕсем вуларĕ. Унтан чарăнса тăчĕ. Çамрăк хыççăн урăх никам та чупман... Кăшт ларса кансан Миша лагерь еннелле утрĕ. Тĕттĕмленме те пуçланă ĕнтĕ. Тен, Микулай Ваççана та тупнă ку таранччен? Çапла шухăшласа пычĕ сунарçă.
* * *
Çак çĕр Ваççашăн çăмăл пулмарĕ. Хĕлле, сивĕ, палламан вăрман тата çитменнине таçтан илтĕнекен ача сасси. Сунарçă калама çук ывăнса çитнĕ. Анчах тем тесен те палаткăна шыраса тупмалла! Юлташĕсем те ăна шыраса хăшкăлса çитрĕç пулĕ... «Малалла! Малалла!» — хăйне хăй хавхалантарса пычĕ арçын. Анчах та çывăрас килни канăç памарĕ ăна. Сунарçă самантрах юр çине тăсăлса ӳкрĕ...
Миçе сехет çапла çывăрнине Ваççа хăй те пĕлмест. Сивĕ пулса кайнă пирки çеç вăранса кайнă вăл. Халĕ вара хырăм хăй çинчен асаилтерчĕ. Сунарçăн калама май çук апат çиес килсе кайрĕ. Анчах мĕн çырткалама пулать-ха? Йĕри-тавра шап-шурă юр та çара йывăçсем çеç... Çапла шухăшласа пынă вăхăтрах арçын тепĕр хут тăнсăрсăр пулса ӳкрĕ...
* * *
Таврана пĕçернĕ какай шăрши сарăлнипе вăранса кайрĕ Ваççа. Сунарçă куçне уçсан чи малтанах Микулая курчĕ. Унтан хăй патнелле васкаса куркапа шыв илсе пыракан Мишшана асăрхарĕ. Апла пулсан ăна тупнă. Чим-ха, тен çак чăннипе те пулман та-и тен? Тен, вăл тĕлĕк курнă? Арçын мĕн пур вăйне пуçтарчĕ те тăрса ларчĕ. Тĕттĕмленме пуçланă иккен. «Интереслĕ, эпĕ вăрманта мĕн чул çухалса çӳренĕ?» — шухăшларĕ Ваççа.
— Вăрантăн-и? — савăнăçлăн ыйтрĕ Микулай. — Эсĕ пĕр талăк вăранмасăр çывăртăн! Хырăму та выçса çитрĕ пулĕ .
— Эсир мана епле майпа тупрăр? — кăсăкланчĕ Ваççа.
— Хамăр чарăнса тăнă енне утнă чухне çын йĕрĕсене куртăм та вĕсем тăрăх кайрăм, — каласа пама пикенчĕ Миша, — нумаях та утмарăм, юр çинче çын выртнине куртăм. Патнерех пырса пăхрăм та сана палласа илтĕм. Чи малтанах вилнĕ пулĕ тесе шухăшланăччĕ, пĕшкĕнсе пăхрăм та сывлатăн тата. Çапла вара сана палатка патне илсе килтĕм. Вăратасшăнччĕ, Микулай чарчĕ, çывăртăрах терĕ.
— Айтăр апатланар! — терĕ Микулай.
Çапла апатланнă вăхăтра тĕттĕмленсе пынине те асăрхамарĕç юлташсем. Çывăрма та васкамарĕç, мĕн тĕттĕмленичченех хăйсем мĕн курни çинчен калаçса ларчĕç, ыранах киле каймаллине палăртрĕç.
— Упи качкипе! Тарас пулать çак вырăнтан. Таса мар вăй кунта хуçаланать... — палăртрĕ Ваççа.
Сасартăк çĕр чĕтренсе илчĕ, юнашар йывăçсен тураттисем çинчен юр та ӳкрĕ... Сунарçăсем çак ырăпа вĕçленмессине пĕлсех тăчĕç. Вĕсен умĕнче çĕр çурăлса кайрĕ те таврана çап-çутă тĕс çапрĕ. Самантрах çĕр çурăлнă вырăнтан пĕтĕм таврана илтĕнмелле кĕçĕнсе хĕп-хĕрлĕ урхамах сывлăша хăпарса сунарçăсен умĕнче чарăнчĕ. Хăй çав тери илемлĕ! Хӳри хĕлхемĕн ялкăшать, тытса пăхсан пĕçертмелле пек туйнать. Сунарçăсем тĕлĕннипе çăварĕсене карсах пăрахĕç. «Кун пекки юмахсенче кăна пулать!» — шухăшларĕ Ваççа. Юлташсене çав тери илемлĕ урхамах пĕррĕ тĕлĕнтерсе ячĕ, тепре хăратса та пăрахрĕ. Чăн та, кун пек лаша юмахсемпе легендăсенче кăна тĕл пулать пулĕ! Çитменнине тата вăл этем чĕлхипе калаçма пуçларĕ,
— Çаксем-и-ха нимрен те хăраман сунарçăсем?
Юлташсем нимĕн те чĕнмерĕç. Тĕлĕннипе чĕлхисене çăтса янă тейĕн. «Вут Лаша!» — ăнкарса илчĕ Ваççа.
— Юрĕ, каламасăрах паллă, — терĕ Вут Лаша. — Чăннипе каласан, юлташсем, эсир мана питĕ тĕлĕнтертĕр. Маттурсем! Манăн чуниленсем те сире хăратаймарĕç. Кун пеккине пĕрремĕш хут куратăп. Сирĕнрен малараххисем пĕрремĕш куннех хăраса тарнăччĕ. Эсир вара виççĕмĕш кун пурăнатăр ĕнтĕ! Эпĕ хама сирĕн умра вăйсăррăн туйăтăп! Пĕлетĕр-и мĕншĕн? Юрĕ, калăп ĕнтĕ. Сирĕн чи паха япала пур — Турра ĕненни, юлташа йывăрлăхра пăрахманни. Шăп та çакă сире пулăшрĕ те ĕнтĕ. Тата эсир ырă чунлă пулни мана питĕ тĕлĕнтерчĕ. Хальхи вăхăтра сирĕн пеккисем питĕ сахал. Этем усалланса пырать, япăххине ырринчен уйăрса та илеймест. Çакăнпа эпир вăй илсе пурăнатпăр. Халĕ вара май килнĕ таран хăвăртрах кайăр çак вăрмантан. Эпир сире нимĕн те тумăпăр... — çак сăмахсемпе Вут Лаша каялла çĕр айне кĕрсе кайрĕ...
Нумайччен ним чĕнмесĕр ларчĕç сунарçăсем. Вут Лаша сăнарĕ халĕ те вĕсен куçĕ умĕнче тăрать-ха. Сăмахĕсем те яланах асра юлĕç...
* * *
Тул çутăлнă-çутăлман сунарçăсем пуçтарăнма тытăнчĕç. Шел, упа тытасси пулмарĕ вĕсен.
— Чăннипе каласан, эпĕ пĕрре те çакăнта килнишĕн шеллеместĕп, — терĕ Ваççа. — Упа тытайманни те ним те мар. Анчах та çак хĕле эпир нихăçан та манмăпăр...
Çапла калаçкаласа пуçтарăнчĕç сунарçăсем, хăйсемпе мĕн пулса иртнине аса илчĕç...
Малалла аслă та такăр çул. Килелле!