Шкултан таврăнсан эпĕ шкулти çи-пуçа улăштаратăп, апат çиетĕп, уроксем тăватăп. Çав кун кунĕ самаях ăшă тăратчĕ. Янкăр хĕвел пăхатчĕ, уяр кун тула тухма астаратчĕ. Уçăччĕ. Кĕрхи ырă çанталăкпа савăнса юлас тесе тула тухас терĕм. Нумай вăхăт çӳрерĕм. Хĕвел ыррăн пăхать, ăшă çил ярса мана ачашлать. Кĕр ешĕл хурăнсен çулçисене ылтăн тĕс парнеленĕ. Яштака илемлĕ хурăнсен çулçисем вĕçсе ташлаççĕ, лĕпĕш евĕр ман çине пырса лараççĕ, мана питрен ачашласа илсе умри çул çине ылтăн кавир сарса параççĕ. Ытла та ытарми хитре-çке кĕрхи йывăçсем, мĕн тĕрлĕ тĕс çук кунта! Тĕрлĕ йывăçсене пăхса киленсе тăтăм. Чипер. Кĕркунне вĕт...
Анкартинчен юнашар ял та лайăх курăнать. Пĕр кăкарнă лашана курах кайрăм. Аякра пулсан та вăл чиперри палăрать. Хитре утпа паллашас тесе эпĕ юнашар яла кайса килме шутларăм. Ялĕ юнашарах, ытлашши нумай утма кирлĕ те мар. Сисмерĕм те, лаша умне çитсе те тăтăм.
Ман умра ытармалла мар лаша пуçне ухса тăрать. Юнашарах тихи. Лашан кĕлетки те, хӳри те ылтăн, çамкинче кăна пĕр пĕчĕк шурă пăнчă. Тихи хура тĕслĕ: шурă урисене хуп-хура пăнчăсем илемлетеççĕ.
Вĕсем çине пăхса тăнă чух эпĕ хама тахçан кукамай каласа панă халапа асаилтĕм:
— Пĕр юнашар ялта, пĕр килте ылтăн тĕслĕ лаша пурăнать. Çамки çинче шурă пăнчăллăскер. Унăн тихи хура тĕслĕ, шурă урисене хура пăнчăсем илемлетеççĕ. Çав лаша — ылтăн лаша. Вăл асамлă лаша пулнине хуçисем тата эпир кăна пĕлетпĕр. Вăл чи-чи авалхи лашасенчен пĕри. Ахаль лаша мар, асамлă лаша. Ĕмĕтсене пурнăçлаканни. «Çак лашапа тĕл пулакан пурнăçра телейлĕ пулать», — çапла калатчĕ кукамай.
Халĕ ман умра тăракан лаша шăпах кукамай каланă лаша пулас, тĕлĕннипе шак хытса тăтăм эпĕ.
Ман умра — чи-чи авалхи лашасенчен пĕри!
Вăл ман пата йăпшăнса хăех пычĕ. Эпĕ вăраххăн хамăн алла ун патнелле тăсрăм, асăрханса ачашларăм.
— Эпĕ чи-чи авалхи лашасенчен пĕри. Эпĕ — ĕмĕтсене пурнăçлаканни. Эпĕ — çĕр çинче чи-чи нумай нумай пурăнаканни, — тесе каларĕ лаша шăппăн.
Малтанах нимĕн те ăнланаймарăм, тĕлĕннипе тăна çухатас пек, халь-халь кайса ӳкес пек тăратăп. Чăн-чăн пулса иртет-и е ку тĕлĕкри лаша калаçăвĕ-и? Лаша этем чĕлхипе калаçма та пĕлет-и? Кăштахран ăнланса илтĕм: ку чăн-чăн пулса иртекен япала. Ман умра чăнахах та этем чĕлхипе калаçакан асамлă лаша тăрать пулас...
Хĕвел ана пуçларĕ, эпĕ киле васкарăм. Вĕсем мана уй хапхине çитиех леçсе ячĕç.
Тепĕр кунхине эпĕ каллех юнашар яла васкарăм. Лашапа туслашсах кайрăмăр. Вăл мана хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа кăтартрĕ, чылай тĕлĕнмелли япаласем çинчен кала-кала пачĕ. Эпĕ те хам çинчен каласа кăтартрăм, килтисем, шкулта пулса иртекен япаласем çинчен пĕлтертĕм. Вĕренни çинчен те каларăм, маншăн математика йывăртарах.
— Эпĕ сана шкулта тата лайăхрах вĕренме ăс парнелетĕп, анчах та эсĕ килтен авалхи укçа илсе кил, унсăрăн эпĕ ăс параймастăп. Ырана валли пултăр, ырана валли!
Ăçтан авалхи укçа тупмалла-ши? Пирĕн авалхи укçа пулма та пултараймасть. Эпĕ кулянсах кайрăм. Кукамай патне пырса ăна хам ылтăн лашапа паллашни, вăл мана пулăшма шантарни, анчах та мана пулăшмашкăн авалхи укçа кирлине пĕлтертĕм.
— Эпĕ сана пулăшатăп, — савăнтарсах ячĕç мана кукамай сăмахĕсем, — ĕлĕк качча каякан хĕрĕн арчи тĕпне ĕлĕкхи укçа хурса панă, мана та хамăн анне пĕр темиçе укçа хурса панăччĕ, эпĕ сана пĕр кĕмĕлне парăп.
Тепĕр кунхине шкултан таврăнсан тӳрех юнашар яла çул тытрăм. Пуш алăпа мар, кĕмĕл укçапа. Çитрĕм, лашана сывлăх сунтăм, вăл хирĕç пуçне ухса саламларĕ. Ăна алăри кĕмĕле кăтартрăм. Вăл мана каçхи тăхăр сехетре урама тухса тăма хушрĕ.
Хĕвел анса ларчĕ. Тăхăр сехет çите пуçларĕ, тепĕр пилĕк минутран палăртнă вăхăт çитет.
— Мĕн кĕтет-ши мана, — тесе шутлатăп, — лаша мана пулăшма пултарĕ-ши?
Шăп та лăп тăхăр сехетре хăра-хăрах урама тухрăм.
Пирĕн кил умĕнче питĕ илемлĕ, çав тери чипер кӳлнĕ лаша тăрать. Йĕнерчĕкĕ бриллиантран, пĕкки-ылтăнран, хитре эрешсемпе илемлетнĕ тилхепе, урисенчен кĕмĕл шăнкăравсем çакăнса тăраççĕ. Лаша кӳмине те питĕ хитре эрешленĕ. Урисем йăлтăртатаççĕ, тăпăртатса тăраççĕ. Ун çилхи халь-халь вĕçсе каяссăн туйăнать.
— Эпĕ хам сăмаха тытрăм. Лар тăрантас çине, эпĕ сана хаваспах ярăнтаратăп, тĕнче курма илсе каятăп, — тет вăл. Манăн сана валли тĕлĕнтермĕш пур, хăвах курăн.
Эпĕ тăрантас çине хаваспах хăпарса лартăм. Лаша уй хĕррине чупса çитрĕ те тата та хытăрах чупма пуçларĕ. Унтан тата таçтан лашан çунаттисем тупăнчĕç, вăл сывлăшалла çĕкленчĕ. Çунаттисем унăн çав тери пысăк, çав тери илемлĕ! Тĕлĕннипе чутах тăрантас çинчен ӳкеттĕм, аран тытăнса юлтăм. Асамçă лаша мана тĕрлĕ-тĕрлĕ çĕрсем тăрăх илсе çӳрерĕ. Тусем урлă, юханшывсем, тинĕссемпе океансем, пысăк пуш хирсем, тĕрлĕ-тĕрлĕ ялсемпе хуласем урлă вĕçсе иртрĕмĕр. Ку маншăн чăн-чăн тĕлĕнтермĕш пулчĕ. Чăваш çĕрне урлă-пирлĕ каçрăмăр, Шупашкар хитрелĕхне курса савăнтăмăр. Мĕн тери хитре иккен çут тĕнче!
Чылай вăхăт хушши тĕнче илемне курса савăннă хыççăн киле таврăнтăмăр. Лаша мана хамăр кил тĕлне илсе çитерчĕ те хăй кайрĕ.
— Пысăк тав сана! — тесе иксĕмĕр сывпуллашрăмăр.
— Эсĕ укçуна пуçтарса хур, вăл татах та кирлĕ пулма пултарать, — терĕ мана лаша сывпуллашас умĕн.
Тепĕр кун эпĕ шкула кайрăм. Чăннипех те лайăхрах вĕренме пуçларăм. Тĕнче курса çӳрени сая каймарĕ.
Укçана хитре куршак ăшне чиксе хутăм. Вăл мана питĕ пысăк телей, ăнăçусем, сывлăх парать. Шкулта та пулăшать.
Ылтăн лашана паянхи кун та тав туса пурăнатăп.