— Зоя! Зоя! Чĕрем çăвĕ! Шăккăлатлă канфеткăм... Тутлăран тутлă премĕкĕм... Сĕтпе пыл çăлкуçĕ!
Этемсем анчах мар, выльăхсем те сан çине, Зоя, ăшă куçпа пăхаççĕ, — сана курсан хӳрисене тăратса тăрстин-тăрстин сиксе хавасланса илеççĕ.
Зойăчка! Зойăчкă! Тĕрĕссипе каласан, соя, соя, соя!
Чунăм хавалĕ хăпарса кайнипе, санăн ятна «С» саспаллипе çырас вырăнне «3» саспаллипе çырса хунă. «С»па çырмаллаччĕ, мĕншĕн тесен Зоя ятлă хĕрарăм çинчен мар-ха, урăх соя çинчен пырать манăн ку калаври халапăм. Эп калас соя — пăрçа майлăскер, çимелли япала, çĕр пичĕ çинче ӳссе пулать. Этемсем те ăна хаваслансах çиеççĕ. Выльăхсем те соя утине, соя силосне, соя вăрри чустине пĕр-пĕринпе тĕкĕшсех кавлеççĕ.
* * *
Ваçли мучи Мускава мĕн ĕçпе кайнине каламăпăр. Пынах пĕрре Мускава вăл.
Чăнкăр-чăнкăр трамвайсем, кĕскен мĕкĕрекен автомобильсемпе автобуссем, хучĕсене (этажĕсене) шутланă чухне пуç çинчи карттуса çĕре ӳкерекен çуртсем, магазинсем, урамри кăткă пек хĕвĕшекен халăх Ваçли мучи чĕрипе кăрт-кăрт таптарса, пĕтĕм тăнпуçне çавăрса яни çинчен каласа, паха вăхăта ирттерсе тăмăпăр. Ун çинчен вăл хăй те каласа парĕ. Урăх йышши тĕлĕнтерекен япала курнă Ваçли мучи Мускавра.
Калас пулать, Ваçли мучи Мускавра пĕрремĕш хапрăк-кухня столовăйĕнче хисеплĕ хăнасем валли тунă вечерта пулнă.
Хисеплĕ хăнасем камсем пулни паллах, улпутсем мар ĕнтĕ, хуçасем те мар, ĕççыннисен представителĕсем.
Пысăк пӳлĕм. Пысăк пӳлĕмре пысăк сĕтелсем. Умĕсене шур саппун çакнă илемлĕ майрасем сĕтел çине тĕрлĕрен çимелли пырса лартаççĕ.
Ваçли мучи, хăй умне лартнă çимеллисем çине çуллăн пăхса, сухалне шăлкаласа çеç ларать.
Малтан доклад итлерĕç. Кашни халапрах доклад калаканни сойăна асăнать. Соя, соя тет. Çапла, çапла тет. Пĕлесшĕн те соя çинчен мĕн каланине Ваçли мучи, анчах вырăсла чухлайманни касать. Революци ĕçĕнче паллă пулнă пĕр-пĕр Соя ятлă хĕрарăм çинчен калать ĕнтĕ ку, тесе тавçăрса илет юлашкинчен Ваçли мучи пуçĕ.
Доклачĕ хыççăн, соя ятне асăнса, пурте алă çупса кăшкăрса тăчĕç чылайччен. «Здравствуй, соя!» — теççĕ.
Ку пулчĕ-ха.
Çутă стакансемпе илсе пырса, кашни çын умне кофе лартса пачĕç (официанткăсем).
— Ку кофĕне сойăран тунă, — тесе вырăсла тăнлантарса хăвараççĕ хăнасене.
Тĕлĕнет Ваçли мучи хăй те, пуçĕ те:
— Мĕнле соя-ши ку?!
Хăнасем ĕçеççĕ, çиеççĕ, соя сăмаха çăвартан та кăлармаççĕ.
Умне лартса панă тирĕкрен пĕр премĕке илсе çăвара хыпать Ваçли мучи те. Премĕкĕ хыпнă-хыпман ирĕлсе каять çăварта. Пит тутлă-мĕн!
— Соя вкусно? — тесе ыйтрĕ умра ларакан пĕр рабочи Ваçли мучирен.
«Ку çамрăк çыинăн юратнă хĕрĕ Соя ятлă пулмалла. Мĕн манран ыйтмалли пулнă-ха хăй юратни çинчен?.. Мăшкăлласшăн мар-и ку манран?» — тесе шухăшласа илчĕ Ваçли мучи.
Нимĕн те чĕнмерĕ хирĕç. Çыхланиччен çыхланманни терĕ пулмалла.
Шăккăлат, канфет... илсе çиет. Ай-ай, тутлă! Каллех. Тьфу! Мĕнле пурте сойăпа аташса кайнă-ха. «Соя — шăккалат, соя — шăккалат» тесе лараççĕ намăса пĕлменскерсем.
Унтан печени çиет Ваçли мучи. Печенийĕ тутлă, сахăр пекех. Кăна та хăяматла-и, тен, «соя печенийĕ» теççĕ тĕлĕнтермĕшсем. Ăçтан сойăран печени пулма пултарать?
— Э-э! — терĕ шĕвĕр пӳрнине çӳлелле çĕклесе Ваçли мучи. — Э-э! Кусене пĕçерекен хĕрарăмĕ Соя ятлă пулнă-мĕн. Пĕçерме пултарать мур! Курасчĕ хăйне. Мĕнлескер-ши?
Кофĕпе пĕрле сĕт лартса панă. Лĕпĕрт сыпать Ваçли мучи. Ĕлĕк выçлăх вăхăтĕнче Помгол панă çăратнă сĕт тутиех калать.
Селĕм.
Чăтаймарĕ Ваçли мучи, ыйтрĕ хăй çумĕнче лараканнинчен:
— Чья молоко? Коровă штоль?
— Нет, не коровă, соино молоко! — терĕ лешĕ, хирĕç ним кулмасăр-тумасăрах!
— Эккей! Хĕрарăм сĕтне çиме лартса панă. Хм... Тьфу! Тем те çийĕн! Мĕнле пĕр хĕрарăмăнах çавăн чухлĕ сĕт пулми пултарать-ха! — тесе тĕлĕнсе ларать Ваçли мучи.
Мăйăр пекки пĕçерсе тунă. «Хм... Тĕлĕнмелле... Кăна та соя мăйăрĕ теççĕ. Ăçтан-ха мăйăр пулма пултарать Сойăн? Тутлă пулин те, çиес мар-ха кăна», — терĕ Ваçли мучи йĕрĕнсе. Çиме лартса панă ытти çимĕçсене тутанмасăрах тухрĕ вара вăл паха сĕтел хушшинчен. Тăранмасăрах тăранчĕ.
Ытти хăнасен Ваçли мучин пек тиркес шухăш çук. Çиеççĕ пурне те. Кашнине çимессеренех «соя тутлă» тесе лараççĕ (вырăсла ĕнтĕ).
Чей ĕçсе тăраннă хыççăн, вăйăсем пуçланса кайрĕç. Тем тĕрлĕ вăйă, юрă, ташă! Çамрăксемшĕн савăнăç.
Пĕр майра пур. Çамрăкскер. Вăйпиттискер пулмалла. Пичĕ-куçĕ çырла шывĕпе çунă пек.
— Соя мар-ши ку? — тет Ваçли мучи.
Вечер пĕтес умĕн хисеплĕ хăнасене каçхи апат çиме ларма хушрĕç. Ваçли мучи те кĕрсе ларчĕ.
Çимелли вĕçĕ-хĕррисĕр. Малтан сӳтĕн (студень) çиме пырса лартрĕç. Тирĕкĕсем чаплă.
Вилкăсемпе çиеççĕ.
Çынсене кура Ваçли мучи те çиме тытăнчĕ.
«Ай-ай, сӳтĕнне тутлă пĕçернĕ! Мĕнле выльăх пуç-уринчен тунă-ши кăна?» — ыйтса пĕлесшĕн те, анчах вырăсла пĕлменни кансĕрлет. Çапах пĕтĕм хăюлăхне пухса ыйтрĕ-ыйтрех пĕр ватăрах хăнинчен:
— Чево этта? — терĕ.
Лешĕ студень терĕ.
— Снам сӳтĕн. Сӳтĕне как сделăла? Мессă штоль?
«Аптрамалла, хытмалла. Сӳтĕнне те сойăранах тунă, тет. Мĕнле, Соя пуç-уринчен тунă сӳтĕне çитерес çук-ха кунта. Соя ятлă кухарка пĕçернĕ ĕнтĕ кăна».
Çапла шухăшласа ларнă вăхăтра тĕрлĕрен имçамсемпе тунă вĕри яшка пырса ларнă Ваçли мучи умне. Мĕн ашĕ-ши ку, тутлăскер?
— Чей яшкă? — тесе ыйтать апат параканнинчен.
— Какой Яшкă? Я не Яшка, — Маша! Яшка в той комнате, — терĕ ăна апат паракан майра.
Ваçли мучи, ăнланмалларах пултăр тесе:
— Вот эттă ньам-ньам какуй? — терĕ, яшка çине пӳрнипе тĕллесе кăтартса.
Лешĕ ăнланчĕ. Ăнлантарса пачĕ.
«Хăяматла япала! Каллех соя... каллех сойăран тунă яшка!»
Илсе килчĕ ашран тураса тунă котлет. Çисен тутлă. Кăвакал ашĕ тути калать.
Мĕн каламалли пур ĕнтĕ — каллех сойăран тунăскер пулнă.
Котлет çине юхтармалли çăра шӳрпене те сойăранах тунă-мĕн.
Тата... шап-шурă булка, кулач. Сĕтпе çăрнă пек тутлă. Ăна та соя булки, тесе çиеççĕ.
— Мĕнле хăяматласкер вара ку соя?
Çăмарта хăпартни пит тутлăн туйăннă Ваçли мучие. Хур çăмарти-ши ку, чăх çăмарти-ши? Чăтаймарĕ. Ыйтрĕ:
— Чей яйцо?
— Соино.
«Соя тунă çăмарта!»
Чăкăт. Пасар чăкăчĕ. Ку та сойăн.
Вот, пыр та калаç вăл сойăпа! Ĕне мар-ши вăл соя?.. Вырăссем ĕнесене çын ячĕпе чĕнеççĕ.
Аш кукли. Паллă ĕнтĕ, ку та соя «ашĕнчен» тунăскер пулнă.
Хĕрĕх йышши апат-çимĕç çитерчĕç вечерта. Кашни çимĕçнех çав тĕлĕнмелле сойăран тунă пулнă. «Тĕлĕк тĕлленместĕп-ши эпĕ капла», тесе Ваçли мучи хăйне хăй купарчинчен çатăр чĕпĕтсе пăхать. Хытах чĕпĕтрĕ. — Ай! — тесе кăшкăреа ячĕ ыратнипе пĕтĕм халăх илтмеллех.
«Ай» тенĕрен, чирленĕ пуль ĕнтĕ ку тесе, тухтăрсем эмел илсе пыраççĕ ун патне. Мĕнле йышши эмел илсе пынă терĕр эсир? Неушлĕ пĕлеймерĕр? Эмелне те сойăран тунине илсе пынă.
Тĕлĕнсе çак сĕтел пекех хытса каймалла вĕт кирек кам та!
Тухтăрсем Ваçли мучин ал тымарне тытса юн тымарĕ мĕнле тапнине сăнарĕç. Пăхаççĕ — Ваçли мучи аллисене çумасăрах хăнана килнĕ-мĕн. Алли хуп-хура та пылчăклă.
Çума хушрĕç. Пит çумалли савăт патне ертсе кайрĕç. Супăнь пачĕç. «Соя супăнĕ ĕнтĕ çакă», — теççĕ хăйсем.
Супăнĕ те, пурте... пĕтĕмпех сойăран тунăскерсем. Акă мĕнле тĕлĕнмелле япаласем пулаççĕ тĕнчере!
Вечер пĕтичченех Ваçли мучи çав тери пĕлесшĕн çӳрерĕ те, анчах тем чул тăрăшсан та, вырăсла чухлайман пирки, соя камне-мĕнне пĕлмерĕ. Пĕлмесĕрех автансем авăтнă вăхăталла хваттерне таврăнчĕ.
* * *
Ваçли мучи халĕ ĕнтĕ соя мĕнне лайăх пĕлсе тăрать. Тĕнчере сойăран усăллăрах ӳсен-пулан урăх çукки çинчен илтнĕ анчах мар вăл... курса та пăхнă. Хăй çисе пăхнă апат-çимĕççемсĕр пуçне, сойăран сĕтеклĕ выльăх апачĕ çукки çинчен те илтнĕ вăл.
Чăнах та ĕнтĕ, Ваçли мучи калашле, усăллăран та усăллă япала вăл «сойка».
Пирĕн чăваш çĕршывĕн халĕ соя çук та, çапах та малалла пулассине шанса, эпир те лайăххăнах калама пултаратпăр:
— Пирĕн колхозсем телейлĕ пулĕç, мĕншĕн тесен вĕсен соя пулĕ.
Килешетĕр-и, колхозниксем, çакăн пек лозунг кăларса хурас тетĕп эпĕ сирĕн ума?
«Акăр ăшаланă ашпа хăймаллă сĕт!»
«Акăр чăх котлечĕсемпе хăйма поматкисем!»
«Акăр тутлă тăпăрчăпа шăккалат!»
Вĕсене пурне те сойăран тума пулать.