(Кукаçи каласа панă тăрăх çырнă калав)
Эпĕ каллех тăван уй-хирпе хавхалануллăн пыратăп. Тăван киле васкатăп. Тавраналла пăхса пынă май ача чухнехисем куç умне уççăн тухса тăчĕç. Çак уй-хирте эпир тырă та вырнă, кĕлте те турттарнă, пысăккисемпе пĕрлех тĕрлĕ ĕç тунă. Халĕ, авă, йĕри-тавра машина шавĕ тăрать: çураки пырать. Часах вăйлă тырă кашласа çитĕнĕ кунта. Ун чухне пусăсене хăватлă комбайнсем кĕрлесе тухĕç.
Тыр-пул пирки асаилсен, маншăн чи малтанах кĕлте кунĕ чухнехи манăçми самантсем çаврăнса çитрĕç.
Лав хыççăн лав пырса тăрать çатма пек яп-яка та пысăк йĕтем çине. Урапа çинчен пушатнă кĕлтесенчен пысăк капансем ӳсе-ӳсе лараççĕ. Вĕсене Турчка кассинчи сарлака çурăмлă, çавăн пекех сарлака сухаллă Антун мучипе Аслă урамри Капăртма Çӳппи пичче купалаççĕ. Капан тăррине тăрланă чухне урапа çинчи кĕлтесене сенĕкпе тирсе çӳлтисене тыттаратпăр.
Çуллахи каникулта колхозра ĕçлеме эпир пурте хавасчĕ. Яшсем пурте тенĕ пекех лаша кӳлсе ĕçе çӳреме юрататтăмăр. Ĕçлесе илнĕ укçипе хут-кăранташ, кĕнеке-тетрадь илме пулать. Ялти клуба кино курма çӳреме те аннерен укçа ыйтмастпăр-çке. Çавна май çуллахи ĕççи вăхăтĕнче хастар пионерсем пурăнакан çуртсем умĕнчен лаша ураписем татăлма пĕлместчĕç. Йывăç урапасем çумĕнче тикĕт шăршисĕр пуçне уйри курăкпа çĕнĕ çăкăрăн техĕмлĕ шăрши сисĕннĕн туйăнатчĕ.
Ĕç пĕтерсен, пирĕн бригадир, пилĕкне çыхнă пиççиххи айĕнчен хулăн тетрадь туртса кăларса, кам миçе çĕмел турттарнине çырса хуратчĕ.
Çĕмел тенĕрен, вăл тĕрлĕрен пулать. Халĕ уйра курма çук ăна. Пур çĕрте те комбайăнсемпе выраççĕ, çапаççĕ. Пĕр аллă-утмăл çул каялла алăпах выратчĕç те, кам мĕнле купалама пултарать, çапла купалатчĕ. Йĕркеллĕ тумалла, варрине çумăр ан кайтăр.
Пирĕнтен кăшт аслăрах ача, Чике Кули, пире яланах хур кăтартатчĕ. Уйри пĕчĕк çемĕлсене пирĕнтен маларах çитсе хăйĕн урапи çине тиетчĕ. Çапла суйласа вăл пирĕн валли ялан капан пек пысăк çĕмелсем тăратса хăваратчĕ. Пĕчĕкреххисене, виçĕ çĕмел таран тиесе, пĕр лава кĕртсе, пуслăхĕпе туртса çыхатчĕ.
Акă паян та бригадир, пире пухса, кам миçе çĕмел тиесе турттарнине çырма тытăнчĕ.
— Чике Кулян чи нумаййи, — пĕлтерчĕ вăл пухăннисене.
— Ун пек суйласа тиесен, эпир те çирĕм çĕмел турттаратпăр, — тавлашма тытăнчĕç хăш-пĕр ачасем.
— Ара,йĕркипех тиесе пыратăп-çке, — парăнмарĕ Чике Куля.
Çапла,кашни кун çав чее лавçăпа тавлашатпăр. Мĕнле ăс кĕртес пулать-ха ăна? — тесе пуç вататпăр.
Мĕкĕрленсе тиетпĕр те туртса çыхатпăр вĕренпе пуслăха. Юман çекĕл чăтать. Пуçлăхĕ те кĕç-вĕç хуçăлас пек çатăртатать кăна.
Лав çинче пынă чух куç умне анне пĕçернĕ çаврака çăкăр тухса выртнăн туйăнать. Эпĕ вăл çăкăра тăвар сапса çăвар туллин çиетĕп пек.
Çапла тĕлĕрсе пынă вăхăтра пуçа çĕклерĕм те пирĕнтен пĕр ачи, Якку, хăйĕн лавĕнчен хăпса, малалла чупнине курах кайрăм. Малти лав çинче Чике Кули те тĕлĕрсе пырать. Якку çĕмел суйлаканăн лавĕ патне хыçалтан çывхарчĕ те, хуçи сисиччен кайри тĕнĕлрен урапа пăтине туртса кăларса, ана çинелле вăркăнтарчĕ. Унтан, ним пулман пек, хăй лав патне чупса çитсе, çӳле хăпарса выртрĕ.
Пĕр лакăмлă тĕлте Чике Кулян кĕлте урапи тӳнсе кайрĕ. Кустăрми, тĕнĕлрен вĕçĕренсе, тусанлă çул çине ӳкрĕ. Вăрахчен ятлаçрĕ чее лавçă, тем пек шырасан та урапа пăккине шыраса тупаймарĕ. Тепĕр кунне вăл каллех каскăнланасшăн пулчĕ, анчах ăна каллех çав «пăтăрмах» çитсе чăрмантарчĕ.
Çавăн пек темиçе хут ăс вĕрентнĕ хыççăн Чике Куля ачасене çапла йăлăнса калама пуçларĕ:
— Тархасшăн, урăх унашкал ан хăтланăр-ха.
— Пăрахатăн-и çĕмелсене суйласа тиеме? — тапăнтăмăр эпир ăна.
— Пăрахатăп, — сăмах пачĕ вăл.
Чăнах та, вăл малашне çăткăланма пăрахрĕ. Вĕрентрĕмĕр эпир ăна йышпа мĕнле пурăнмаллине. Капансем енне лав хыççăн лав куçса тăчĕ. Эпир, ачасем, малтанхинчен те туслăрах, пĕр-пĕрне кансĕрлемесĕр ĕçлеме тытăнтăмăр.
Килелле кайнă чухне кашни кунах урхамахсене тапăртаттарса пĕр-пĕринпе ăмăртрăмăр.