Кĕркунне, кĕркунне чĕремре...
Куçăмра тип куççуль ĕмĕре.
Каснă чĕлĕ тепре çыпçăнмасть,
Иртнĕ кун каялла таврăнмасть.
Айăплассăм килмест никама,
Пĕр хама айăплатăп, хама.
Ăраскалăм çапла, мĕн тăвас?
Шăпама çаплипе йышăнас.
Пĕлеймерĕм, каçар, юратма,
Сыхлаймарăм таса туйăма.
Тӳрлетеймĕн халь тин йăнăша,
Чун-чĕре ыратса йынăшать.
Турăçăм! Пурăнма ăс парсам,
Хуйхăма çĕнтерме пулăшсам,
Чĕрери шанчăка вăратсам,
Çамрăклăх йăнăшне каçарсам.