Çук пирĕн юрату текех,
Чăл-пар саланчĕ.
Черченкĕ кĕленче пекех
Вăл хăвăрт ванчĕ.
Илемлĕ, хаклă ванчăксем
Шур ĕнчĕ майлă,
Анчах ытла нумай вĕсем —
Çыпăçтараймăн.
Пĕр ванчăкĕ çинче ав — ир,
Шур çĕмĕрт сачĕ,
Теприн çинче — санпа эпир —
Телей саманчĕ.
Чĕрӳ халь тунçăхлать-и, тен,
Йĕрет-ши сан та?
Улăштараймăн нимĕн те
Халь тăрăшсан та...