I
Эрнене яхăн ĕнтĕ кĕркунне умĕнхи лăпкăран та лăпкă çанталăк тăрать. Ăшă çумăр çуса иртет те, хĕвел йăл кулса ярать. Сывлăш калама çук уçă, урама тухсан, пӳрте кĕрес килмест. Каç пулсан вара уйрăмах хаваслă, çăлтăрсем тĕттĕм кăвак тӳпере илĕртӳллĕн çиçеççĕ, таçтан аякран, вăрманпа сăрт хыçĕнчен, çурла уйăх тухса çутатма тытăнать. Çак илеме ытараймасăр пĕр каччăпа виçĕ хĕр эртел хапхи умне çитиех шавлăн калаçса пычĕç. Вĕсем кино курса таврăнатчĕç. Калаçса вара кинокартинă çинчен мар, пачах урăххи пирки сăмах хускатнăччĕ.
— Халĕ вĕсем Атăла саламласа иртеççĕ пуль, — терĕ тĕреклĕ те вăйлă хул-çурăмлă каччи.
— Хĕрсем, сирĕн шухăшпа мĕнле! — ыйтрĕ хăй çавăнтах.
— Пĕтĕм тĕнчене саламлаççĕ вĕсем. Çавăнпа пĕрлех — пирĕн Атăла та, — пысăк хура куçне савăнăçлă йăлкăштарса хуравларĕ хĕрсенчен пĕри, йăрăс пӳпли, тĕрĕ ăстисен эртелĕнче Анкка тесе чĕнекенскерри. Пуçне кăлт çĕклесе пăхнă хушăра вăл чечеклĕ пурçăн тутăрне тӳрлетсе çыхрĕ те, тăпăл-тăпăл пит-куçĕ ун тата çамрăкрах туйăнса кайрĕ. Каччă паçăртанпах ун еннелле куç ывăткаласа пыратчĕ. Вăл çийĕнчех сăмах тупайманнипе пӳрни сыпăкĕсене шăлтлаттаркаланă вăхăтра хĕр хулăнрах та янăравлă сассипе тата ак çапла каларĕ:
— Куратăр-и, çичĕ çăлтăр, çиччĕшĕ те çут çăлтăр. Çавăнта, аякра-аякра вĕçеççĕ вĕсем.
Аякине çӳлелле тăснă майăн Анккан çинçе пилĕкĕ кăштах авăнчĕ, çавна асăрхаса, каччă чĕри пушшех кăлт-кăлт тапма пуçларĕ.
— Космонавтсем паçăрах çывăрма выртнă. Пире те канма вăхăт, — асаилтерчĕ хĕр-тантăшсенчен чи çамрăкки, Веруш ятли, пĕвĕпе Анккаран лутрараххи.
Вăл кăçал кăна вăтам шкул пĕтернĕ-ха. Çӳçне иккĕлле çивĕтленĕ, ун вĕçне шурă пурçăн хăю янă, çине майра кĕпи тăхăннă.
Виççĕмĕш хĕр, каччă çумĕн вĕтĕртетсе утса килекенни, Веруша хулĕнчен тытрĕ те, Анккана алăпа сĕлтсе хăварса, пăрăнса кайма тăчĕ. Çӳçне вăл кĕп-кĕске кастарса янă, чăваш хĕрарăмĕсем каларĕшле, ни арçынла, ни хĕрарăмла, кăтралатнă та пулас, кĕрхи çумăр айне лекнĕ путек сăнĕ пек тăрăхларах ункăсем курăнаççĕ. Çӳçне çапла кастарни хăйĕн кăмăлне кайса пĕтмест иккен, хăйсем пурăнакан çурма барак евĕр туса лартнă вăрăм пӳрт умне çитсен Веруша кăна илтĕнмелле, çиленмесĕр-тумасăр, хăй тĕллĕн мăкăртатса илчĕ:
— Кăлăхах çӳçе кастартăм, тахçан ӳссе çитĕнет ĕнтĕ... — Вара пӳрнисене чармакласа, кăтрисене майлакаларĕ. Кĕп-кĕрен сăрланă чĕрнисем электричествă çутинче кăмрăк пек йăлтăртатса курăнса кайрĕç.
— Синуш, Веруш, ан васкăр, пĕрле кайăпăр, — систерсе хучĕ Анкка хĕр-тантăшĕсене.
Веруш ăна кĕтсе илме те шухăшланăччĕ, Синуш илтмĕше хыврĕ, хĕр-тантăшне, хулĕнчен тытса, тĕккелесе, кулкаласа, пăлтăр пусми çине хăпартрĕ, хăй те улăхса тăчĕ. Алăка уçса хупас умĕн Веруш, çĕрлехи пĕлĕт çине пăхса, ак епле каларĕ:
— Пĕлетĕн-и, çĕрлехи тӳпе мана мĕне асаилтерет! Кăвак пурçăн тăрăхĕ çине нумай-нумай шурă чечек тĕрлесе ӳкернĕн туйăнать вăл мана. Хитре. Çапла-и, Синуш!
— Ман шутпа, нимĕнех те тĕлĕнмелли çук унран. Шутсăр нумай çăлтăр, авăрсăр çурла пек, тăлăх уйăх çакăнса тăрать. Çавă çеç.
— Эсĕ хуть мĕн кала та, хитре япалана юрататăп эпĕ, — хăй сăмахĕ çине тăчĕ кĕçĕнни.
— Тĕрĕ тĕрлесси — космосра вĕçесси мар. Унпа нумаях чапа тухакан пулман-ха, — вара, чӳрече каркăçне сирсе, картишне пăхса илчĕ.
Веруш выртрĕ, ăста тĕрлеме вĕренесси пирки шухăшланă хушăра анаслакаларĕ. Тĕве çăмĕнчен тĕртсе-йăваласа кĕççелентернĕ çемçе утиял кăштах сирĕлчĕ те, чӳречерен йăвашшăн кĕрекен уйăх çути çамрăк хĕрĕн тăпăлкка хулĕсене ачашлама тытăнчĕ.
Пӳлĕмре сас-чĕв çук. Кăмака хыçĕнчи шăрчăк кăна пĕр чарăнми чĕриклетет. Синуш выртман-ха, чӳрече янаххи çумне сĕвĕнсе, вырăнтан хускалмасăр, татах картишнелле пăхать. Аялти кĕпе вĕççĕн кăна хăй. Никам кĕтмен-туман çĕртен пĕрĕхтерсе кулса ячĕ те вăл Веруша аллинчен кăрт туртрĕ.
— Ан çывăр-ха. Çав мăраланчăка пирĕн эртеле килнĕ-килменех кам «вездеход» терĕ-ши!
— Мĕн ара, начар ят мар, шăпах «вездеход» пек вăл, хӳсе çумăр та, асар-писер тăман та уншăн нимĕн те мар. Ан тив мана, ыйхă килет.
— Хул турттарах эппин, — тесе Синуш хăй çине чăпар халат уртса ячĕ, лампочкă çутрĕ, тикĕсрех çырма тăрăшса, «ПЕТЯ» тесе пĕр сăмах çырса хучĕ те ун хыççăн темиçе пăнчă лартрĕ, кăшкăру паллине те манса хăвармарĕ.
Унтан, нимĕн тăвайман енне пулас, татах чӳречерен пырса пăхрĕ.
— Веруç, тепĕр хут кăна, ан вăрç-ха, кур, лешсен сăмах пине çитнĕ, иккĕшĕ те хуралçă патне танккаççĕ. Анчах иккĕн кичем, виççĕмĕшĕ ытлашши теççĕ вĕт-ха. Пĕлсех тăратăп: Аня халех тапса кĕрет ак, Кавăрли-вĕрли-сĕрли вара хваттерне уттарать. Кунашкал каччăпа çӳремелле-тĕк, тупата... хи-хик!
Енчен, калăпăр, тĕпелте выртакансенчен пĕри: — «Кам унта çĕр варринче лĕкĕртетсе тăратъ», — темен пулсан, вăл татах та калаçнă пулĕччĕ, капла вара шарламарĕ. «Эх-х!» — терĕ те хăй ăшĕнче çеç шухăшласа илчĕ: «Анкка вырăнĕнче эпĕ, Каврук вырăнĕнче Петя пулаясчĕ»... Ăш вĕçни хĕре канлĕх памарĕ, вăл графинран шыв ярса ĕçрĕ те стакан тĕпне юлнă пеккине кăмака хыçнелле чаш! тутарчĕ. Унччен те пулмарĕ, кăмака хыçĕнчен сĕтел çинеллех шăрчăк сиксе ӳкрĕ. «Ай-юй!» — шариех кăшкăрса ячĕ хĕр, Веруш çумне йăпăр-япăр кĕрсе выртрĕ.
— Темĕнле асар-писерскер тапăнчĕ, — тантăшне пăшăлтатса каласа пачĕ вăл. — Веруç, лампа сӳнтер-ха.
Лешĕн вара ирĕксĕрех ăшă вырăн çинчен тăрса сӳнтермелле пулчĕ. Хĕр-тантăшсем урăх сас-чĕв тумарĕç, аппаллă-йăмăклă пĕр тăвансем пек ыталашсах, çывăрса кайрĕç.
«Пурçăн тĕрĕ» эртел хуралтисене каçлă-çĕрлеллĕ куç-хăлха пулса тăракан Мишша мучи, складсен таврашне пăхса çаврăнсан, хапха умне тухрĕ, шухăша путрĕ. Этемĕн яланах çапла, курни-илтни куç умне килет, чĕлхе вĕçне çитет, ун-кун пирки вара вăл шухăша каять. Çапла шухăш çăмхи сӳтсе-çăмхаласа ларнă май старик патне Каврук пырса тухрĕ. Анчах старик айккинче тăрса юлчĕ Анккана та асăрхарĕ, çавăнпа тӳрех сăмах пуçларĕ:
— Каврук, — терĕ вăл, — пăхатăп та сан çине тĕлĕнетĕп. Эсĕ, мĕн, ĕçре кăна леш хайхи-майхи «вездеход» машин пек пулни çителĕксĕр, хĕрсен умĕнче те мĕнрех пул. Усалланма хистет тесе ан шутла. Хăюлăхла усаллăх пĕр мар. Кустăрмисем те пĕр пек кĕлтăртатса пымаççĕ. Шăрпăку пĕтнĕ пуль-ха, çавăнпа килтĕн пуль... — Старик кăххăмлатса ӳсĕркелесе илчĕ.
— Мишша тете, тĕрĕс калатăн, чĕлхе панккав, çава туптанĕ пек туптамалла, — васкавар тавăрчĕ те Каврук, пирусне чĕртсе, каялла хыпаласа утса кайрĕ. Хуралçă салтак атти тăхăннă ура сассине кăна илтсе юлчĕ. Хĕр хăйсен пурăнакан пӳрт умне çитсе тăнăпа пĕрехчĕ ĕнтĕ.
— Анкка, ан васка-ха, часах юлашки хыпар параççĕ, космонавтсем çинчен итлесе пĕлĕпĕр терĕ каччă ăна чарса, вара картиш варринчи юпа çинчи динамик çине куç ывăтрĕ. Калаçăва сыпăнтарас шухăшпа вăл ыран театра каясси пирки те сăмах хушрĕ. Анккан вăхăчĕ çук иккен çĕрлехи сменăна юлса ĕçлемелле, пĕр хĕрарăм чирленĕ, тет. Çитменнине тата канмалли кун ирех шефа илнĕ колхоза пулăшма каймалла.
Çав колхоза тĕрĕ ăстисем пĕлтĕртенпе темиçе хутчен те кайкаласа килчĕç, выльăх хуралтисем тума та, тырă-пулă пухса кĕртме те пулăшрĕç вĕсем. Халĕ акă паранкă кăларма вăхăт çитрĕ. Çавна май хĕр, хăй те сисмерĕ пулас, качча сехĕрлентерекен сăмах вĕçертрĕ ячĕ:
— Салтакран таврăнакансем те хăйсен колхозне ĕçлеме юласшăн мар...
Çапла каланине илтсен, Каврув кăн-кан пăхкаласа илчĕ, алă тытса, сывлăх сунса, ырă каç теме те хăяймарĕ. Хĕр ăна, чипер кайма сĕнсе, пăлтăр алăкне лăшт хупрĕ те, пусма картлаçĕсем тăрăх тăп-тăп пусса, пӳртелле кĕрсе кайрĕ.
Каччă чĕн пиçиххине пурантарса çыхрĕ, карттусне пусарах лартрĕ, часах хапха умне, хайхи хуралçă патне çитсе тăчĕ, татах шăрпăк ыйтса илчĕ.
— Çапла, мĕнрех çав Анкки вăл пирĕн, Синуш ятлиех хăвна тиркес çук, тетĕп. Çак, тăвăр шăлавар тăхăнкалаканскер, ĕнер авă эсĕ вутă пушатнине темĕнччен тилмĕрсе пăхса тăчĕ, темелле.
Калаçнă хушăра Мишша сулахай чĕркуççине аллипе чăмăртаса хускалкаларĕ, хапха юпине тытса, тӳрленсе тăчĕ (вăрçăран хăрах урипе таврăннă вăл). — Ан ăшталан, килне таврăн та канлĕ выртса кан, — терĕ çавна май.
— Çак артель-карусель текеннине килнĕренпе ман ыйхă пĕтрĕ, — ним пытармасăр-тумасăр пĕлтерчĕ Каврук.
Вĕсем вара пĕр кана чĕнмесĕр тăчĕç, хуралçă: эккей вĕт, мĕнрех, текелесе, чикарккине йĕкĕр чăмăр ăшне тытса, çине-çине ĕмсе туртрĕ, каччă та пикенсех мăкăрлантарчĕ, юлашкинчен хваттерне кайма шутларĕ. Ытла пăлханнă-хумханнă пирки вăл Мишшапа сывлăх сунса уйрăлма та манса кайрĕ, пысăках мар сад патне çитсен тин, калла çаврăнса, ырă каç пултăр тесе кăшкăрчĕ те кĕтмен çĕртен хĕррисене чăваш тĕррипе эрешленĕ сарлака хашак патне çитсе тăчĕ. Кĕленчеллĕ хашак варрине темиçе сăнӳкерчĕк вырнаçтарнă. Каврук вĕсене унччен те куркаланă-ха, уншăн кунта çĕннни нимĕнех те çук, темелле, анчах... апла пулин те каччă тăпах чарăнчĕ. Тăпăл-тăпăл пит-куçлă, кăмăллă тута-çăварлă, кăтрарах хура çӳçлĕ калăн çивĕтленĕ хĕр сăнĕ ăна хăй çине пăхтарнăçемĕн пăхтарчĕ. Унчченех канăçне çухатнĕ каччăн чĕри ăçта унта лăпланма, пусăрăнма! Сиксе тухас пек кăртлатса тапа пуçларĕ вăл. Кăнтăрла мĕнле вăхăтра Каврук, паллах, çав териех тилмĕрсе пăхас çук пуль Анкка сăнне — çын-мĕн куç тĕлне пуласран именетчех ĕнтĕ. Халĕ акă кĕмĕл тăраниччен кур та пăх, кирлех пулсан, хашлатса сывла та татах куç тулли курса савăк кăмăла кайнă çыннупа.
Чи варринчи сăнӳкерчĕк айне: «Анна Петровна Яручина — коммунизмла ĕç ударници тесе çырнă. Çак пысăк хашак хĕррине ачашшăн чăштăртатса-сĕртĕнкелесе тăракан сарлака вĕрене çулçине татса илчĕ те каччă кĕленче çинчи тусана шăлчĕ, хĕр сăнĕ çавăн хыççăн тата ытларах çуталса кайнăн туйăнчĕ ăна. Анчах йĕкĕте ку канăç памарĕ: хĕрĕн хуп-хура куçĕ таçта аякка-аякка тинкернĕ пек, Каврукăн хулпуççийĕ урлă такама йăлкăшса кулса илĕртӳллĕн пăхать пек.
— Мĕн шухăшласа эпĕ ăна «Анăçсăр юрату» спектакль курма чĕнтĕм-ха! Ара, çавнашкал юрату манпа пĕрлех-çке. Ăна курма театра кайма кирлĕ те мар...
Каччă те тарăхнипе, те васкас кăмăлпа, виçĕ шитлĕ кăкăрне сарлака ал лаппийĕпе пĕррех тăн çапса илчĕ те, салтакла таплаттарса, хваттернелле утрĕ. Вăл пурăнакан пӳрт эртелтен çывăх мар, анчах шухăшлă этемĕн çулĕ кĕске пулать тенĕ пек, пирĕн каччă та хваттерне çитнине сисмесĕрех юлчĕ. Халиччен вăл çурçĕр иртсен кил хуçисене вăратса кĕни пулманччĕ-ха. Куннинче вара, куратăр, çурçĕр те иртсе кайнă, хапхине тахçанах питĕрсе хунă, калиткине те сăлăп янă. Мĕн килет те мĕн каять тенĕ пек, Каврук нумай шухăшласа тăмарĕ, хӳме урлă чалт сикрĕ те картишне анса тăчĕ.
Выртса канмалла ĕнтĕ ун — пăлтăр алăкне питĕрнĕ. Сарайне кĕрсе, тĕттĕм çĕрте хыпашласа пăхрĕ — аллине вутă-шанкăран пуçне нимĕн те лекмерĕ. Выльăхсем валли кăшт-кашт çулса пуçтаркаланă курăк пеккине кил хуçи карчăкĕ сушшиле улăхтарса хунă иккен, тирпейлесе пуçтарнă. Каврук турник çинче вăр та вăр çаврăнан йĕкĕтле çӳлелле çăмăллăн çĕкленчĕ те куштăркама тытăннă курăк çине тăсăлса выртрĕ.
Ăшне вĕçтермен çыншăн кунта киленĕç, ытармалла мар, темелле. Сывлăшĕ — кăкăр уççи, çырла чечеклĕ утă шăрши сăмсана ыррăн кăтăклать, çĕнĕ çын вырăнĕ пек çемçе, шăмшак каниччен çывăр та çывăр кăна. Анчах Каврукшăн ун пекех пулаймарĕ çав. Хăвăртрах ыйха каяс ĕмĕтпе вăл салтăнса тăмарĕ, яш тăсăлса выртрĕ те питне карттуспа хупларĕ, ассăн сывласа ячĕ, куçне хĕсрĕ. Çапах та темĕнччен çывăрса каяймарĕ хăй, шухăш çăмхи сӳтĕлсе пĕтме мар, тĕрĕ тĕрлекен эртелти хĕрсем пурçăн çиппе çĕрĕ çине чĕркенĕ пек, чĕркенет те чĕркенет, вĕçĕ-хĕрри курăнмасть. Анкка каланă сăмахсем, такам мăлатукпа тутăхнă пăта çапнă чухнехи пек, хăлхиччен туха пĕлмерĕç. «Салтакран таврăнакансем те хăйсен колхозне ĕçлеме юласшăн мар...»
— Пулать вĕт хĕр, чипер паллашса çитмен, чĕлхипе касрĕ те татрĕ. Пĕлесчĕ хуть пирĕн колхоз çĕрне çĕнĕ завод тума касса илнине. Ман ĕнтĕ ун шухăшĕпе ют колхоза кайса кĕмеллеччĕ-ши! — хăйпе хăй калаçса илчĕ каччă. Вара ăна-кăна манасчĕ тесе пулмалла, тепĕр аякки çине çаврăнса выртрĕ. Типĕ курăк чăштăр-чăштăр турĕ. Каштари чăхсем кăрăлтатса сасă пачĕç. Автан, сĕм çĕрле кирлĕ мар сасă пулнипе канăçне çухатнăскер, питĕ хытă кăна кăтăкласа ячĕ те, çиллине шăнарайман енне пулас, çунат çапса авăтрĕ. Кӳршĕсен чĕрĕлти сасăллă автанĕ те икĕ-виçĕ сыпăклă сасăпа, ыйхăллă халлĕн ки-ки-рук тесе тăстарса ячĕ. Авăтса пĕтерес умĕн и-ик тутарса иклетсе илчĕ тата. Качча ку тарăхтарсах ячĕ вара, «Каврук, хи-хик» тенĕ пекех туйăнчĕ ăна.
— Каснă лартнă Синуш евĕр чĕрĕлтетет, — терĕ вăл.
Унччен те пулмарĕ, темĕнле çĕрлехи вĕçен кăйак, çивитти йывăрлăхĕ çинче пăр та пăр вĕçкелесе: «виш-хут, виш-хут» тенĕ сасă кăларчĕ. Ку каллех Каврука тăрăхланăн туйăнчĕ.
— Кы-ыш, мур илесшĕ. Эсĕ те пулин виртлешме хăтланатăн!
Чăнах та, кайăкĕ «вездеход» тенĕ евĕр сассах кăларчĕ вĕт-ха. Çакăн хыççăн чăххисемпе пĕрле автанĕ те кăт-кăт-кăтик! тутарса хытă кăшкăрашма тытăнчĕ.
Каччă çапла пĕр лĕм куç хупмасăр çĕр каçрĕ. Хайхискер пуçне çĕклесе пăхрĕ — шурăмпуç хăпарса килет, часах çутăлать. Пур пĕрех çывăраймастăп, кайса вутă купалас, тесе вăл ялт сиксе анчĕ.
II
Илĕм-тилĕм вăхăтра пырса тухнă качча курсан, хуралçă тĕлĕнсе аллисене шарт çапрĕ.
— Калап çав, мĕн, ыйху вĕçрĕ пуль тетĕп. Ирхи сакăр сехетчен лар халĕ çакăнта, унччен территорине никама та кĕртме хушмаççĕ пуçлăхсем. — Çапла сăмахлакаласа, вахтер анаслакаларĕ. — Çĕрккех каларăм, Анккапа çыхлансан, канăçна çухатан терĕм. Мĕнрех çав...
— Вăл айăплă мар, — хĕр хутне кĕрсе тавăрчĕ каччă.
— Айăплассипе каламастăп, хăвна хĕрхенсе темелле, картишне кĕртме те çавăн сăмахĕ пирки чарчĕç пулмалла. Пухусенче ӳрĕк-сӳрĕк ĕçлекенсене çеç мар, пуçлăхсене те вутсăрах çунтарать.
Каврук юратнă хĕрĕ пирки чĕнмерĕ, урăххи çинчен сăмах пуçлас кăмăлпа:
— Мишша тете, картишне кĕрем, ĕнер тиесе килнĕ вутта чипертерех купаласа хурăп, — терĕ те калитке патнелле ярса пусрĕ.
— Тем тумалла сирĕнпе, юрасах каймасть, — шĕвĕркке сухалне кăлт çĕклесе евитлерĕ хуралçă. Хăй çавăнтах, аллине шăпăр тытса, хапха умне шăлма тытăнчĕ. Каччă унăн-кунăн уткаласа çӳренĕ хушăра мучи патне пычĕ, унран шăпăрне ыйтса илчĕ. Тытăнчĕ вара, аслă улăхра утă çулакан çын пек, енчен енне сулăнса, урам шăлма. Çӳп-çапĕ ыткăнса кăна тăчĕ. Каччă шăлса пуçтарнă ăпăр-тапăра Мишша хуралçă самаях пысăк ещĕке тултарчĕ.
— Кăна кӳме урапи çине йăтса хумалла. Эпĕ сывах маррине пĕлетĕн, ещĕкне çĕклеме тепĕр çынна чĕнме лекет пуль.
— Никама та чĕнмĕпĕр, Мишша тете, — терĕ те Каврук, шăпăрне пăрахса, ещĕке йăтса илчĕ. — Ăçта кайса тăкмалла çӳппине-çаппине!
— Эсĕ мĕн, хуллентерех, пилĕкне хускатăн таçта. Ав лере, çырмана, — ăшталанчĕ мучи. Сĕтел пысăкăш ещĕке нимĕн мар çĕклесе таплаттарса утса кайнă каччă хыççăн вăл аран ĕлкĕрсе пычĕ, сирте, çамрăк-кĕрĕмре, лаша вăйĕ çав, текелерĕ хăй.
Вĕсем тепĕр ещĕк тулмалăх та шăлса çӳп-çап пуçтарчĕç. Каврук ăна та çырмана кайса тeлтарчĕ. Çапла вăхăт хуллен иртсе пычĕ. Хĕвел тухса, йывăç пĕвĕ çӳллĕш ытлашшипех хăпарчĕ. Çанталăк уяр. Урамра шăп. Çавăн пек чухне тĕлнех килет вĕт-ха: хайхи виçĕ хĕр ирех вăраннă, пĕр харăссăн утса, те шыва кĕме, те çăвăнма анчах, хултан тытнă та çырма хĕрринелле пыраççĕ. Синуш тăп чарăнчĕ те, кĕп-кĕрен чĕрнеллĕ пӳрнипе каччă еннелле тĕллесе, сăмахне тапратичченех кулса ячĕ.
— Курăр-ха, хĕрсем, «вездеход» кил хуçи карчăкĕн арчине йăтнă, çырмана кайса пăрахма шутланă. Анкка, тупата, сана тарăхнипе çапла хăтланать. Хи-хик!..
— Кирлĕ мара ан аташ, — хуллентерех пулма хушрĕ ăна Веруш. Малалла вĕсем мĕн калаçни илтĕнмерĕ, ал шăллийĕсене хулпуççи çине уртса, сĕвек вырăнтан анаталла чупсах анса кайрĕç.
Ирхи апат вăхăчĕ çитсе килчĕ. Каврук вутă купалать. Гимнастеркине хывса пăрахнă, майкă вĕççĕн кĕрмешет вут-шанкăпа. Хĕрсене асăрхаман та иккен вăл, лешсем апат тунă, ĕçе килме тухнă. Цеха кĕрсе каяс умĕн вĕсем, кăшт чарăнса, каччă еннелле пĕр ăстрăм пăхса тăчĕç. Икшер метрлă хулăн йывăçсене каччă епле йăта-йăта купаласа хунине пăхса тăма кăсăк тенипе кăсăклă.
— Çулăмсăр çунакан ăшне лăплантарма тăрăшать. Эпĕ ăна темĕншĕн хĕрхенетĕп, — терĕ Веруш Анккана, — Эсĕ ăна урăх сиввĕн ан тавăр. Каччи лайăх.
— Хĕрхенсе тăма тăлăх-турат мар вăл, — терĕ те Анкка чăпар косынкине тӳрлетсе çыхрĕ, çивĕтне виçĕ кĕтеслĕ тутăрĕ айнелле тĕксе кĕртрĕ. — Хам та пĕлетĕп-ха та, анчах унпа çепĕç калаçма вăтанатăп-çке, — хушса хучĕ кăшт тăрсан.
— Апла-тăк, хам калатăп, эсĕ калассине систерсе хуратăп, — чавсинчен кăлт тĕкрĕ Веруш Анккана.
Анкка хĕр тантăшне сăмахпа тавăрмарĕ, пӳрнипе кăна юнаса илчĕ.
Ĕç кунĕ пуçланас умĕн çав ирхине хĕр-упраçа маçтăр хăй патне чĕнтерчĕ те:
— Тĕнче уçлăхĕнче хăюллă та паттăр вĕçекене чыслас кăмăлпа пирĕн хитре парне хатĕрлемелле, — терĕ. Сăмахĕ ку виççĕмĕш космонавт пирки пулчĕ ĕнтĕ. Тĕрĕ ăстисем савăнса шуйăхса илчĕç, кам мĕн шухăшлать, çапла сĕнчĕç. Юлашкинчен, çĕнĕ космонавт каччă иккенне шута илсе, питĕ илемлĕ кĕрӳ тутри тĕрлеме калаçса татăлчĕç. Çав ĕçе тума Анккана хушрĕç. Анкка, паллах, савăнсах килĕшрĕ.
Веруш ку таранччен эртелте тĕрлĕрен ĕçре çӳренĕччĕ, ун пеккине кунта разнорабочи теççĕ. Хĕрача хăй урăх ĕçе куçасшăнни пирки никама та пĕр сăмах хушса каламанччĕ, çав кун хăйне цеха куçарнине пĕлсен, питĕ хытă хĕпĕртерĕ вăл. Савăнăçне ниçта шăнăçтарайман енне Анккана ыталаса чуптуса илчĕ.
Вырăс апачĕ çитрĕ, кантуртисем ĕçе килчĕç. Синушăн бухгалтерине кĕрсе тухмалли сăлтав тупăнчĕ. Картиш урлă вĕтĕртетсе каçса пынă чух вăл Каврука курчĕ.
— Санăн ăшçунтармăшу кĕрӳ тутри тĕрлет, — тесе кăвак куçне йăлкăштарса илчĕ те, юпах тихаллах çăрхалама хăнăхнă çамрăк лаша пек чупса, бухгалтерине кĕрсе кайрĕ. Синушшăн пулсан, палкаса пултăр. Ампар тăррине пырса ларнă чакак евĕр чанкăлтатса, цеха калла кĕнĕ чух та вăл хихиклетсе иртсе кайрĕ.
Пĕр кĕтмен-туман çĕртен савнă хĕр çинчен çав сăмаха илтсен, кам шухăшламасăр чăтĕ-ха! Каврук пушшех ăшталанмама тытăнчĕ, кузов çине сиксе хăпарчĕ, хапхаран та хăяккăн выртсах тухса кайрĕ, вăрмана çитичченех вара ниçта кайса кĕрейми пычĕ. Машина çине вутă тиеме тытăнсан вăл шофертан ыйтса пĕлме шутларĕ.
— Çак эртелте нумайранпа ĕçлетĕн. Анкка ятлă хĕре паллатăн-и, Мĕтри тете!
— Шĕл-кăвар куçлă, лара-тăра пĕлмен хĕре кам пĕлмĕ-ха! — хăй майлă хуравларĕ Мĕтри, вутă тиеме пулăшма тытăнса.
— Вуттине ăна пĕчченех тийĕп, эсĕ мана çав хĕр çинчен мĕн пĕлнине каласа пар, — канăçсăр сывласа ячĕ Каврук. — Каччи-мĕнĕ пур-и ун! Курнă-и эсĕ ун йĕкĕтне!
— Пăрчкан пекскерĕн каччи пурах пуль çав. Иртнĕ çулла пĕри, калттак-яштак — маттур салтак текенни, вĕçтерсе килнĕччĕ. Темиçе кун хушши шăкăл-шăкăл пурăнчĕç. Пирĕн эртелти хĕрсем пурçăн çиппипе çеç мар, чĕлхи-çăварĕсемпе те чиперех тĕрлеме ăста.
— Пар-ха пирусна, хамăнне туртса пĕтертĕм, — ыйтрĕ каччă.
Кузов çинче вутă туллиех ĕнтĕ. Каврук ăна сăнчăрпа туртса çыхрĕ, япалисене машина çине хучĕ, калаçас кăмăлпа пулмалла, шофер çумне вăрт-варт кĕрсе ларчĕ. Вăрмантан тухиччен вĕсем хĕр-упраç çинчен сăмах тумарĕç-ха, пирус туртса, ункăн-ункăн явăнса кабина чӳречинчен тухса пыракан кăвак тĕтĕм çине пăхкаласа пычĕç.
— Паçăр эсĕ манран Анкка пирки сисĕнмеллех пăлханса ыйткаларăн, — такăр çул çине тухсан сăмах пуçарчĕ Мĕтри. — Хĕр чухне хĕрĕх тус тенине ан ман. Йĕкĕчĕсен те çавах. Тата çакă пур. Кăмăл тени ырра ĕмĕтленет. Ĕмĕт вăл, чара пĕлмесен, виçесĕр те пулать. Мĕн калас, чик юпине çитес тесен, çитмĕл те çичĕ хут чикеленмелле. Санюк аппу, хам арăм пирки калатăп, ара, ун хыççăн та эпĕ пайтах танккарăм. Хĕрсен йăлăнтарасси пулкалать.
— Тĕрĕс калатăн, ĕмĕт виçесĕр те пулма пултарать. Ман шутпа, ырра ĕмĕтленекен хăй юратакан çынна ĕмĕрлĕхех савма тивĕçлĕ. Енчен, калăпăр, пĕрне пĕри ăнланмасан, хăшĕ те пулсан вĕсенчен тарăхмаллах, хытăрах калас-тĕк, туллашмалла.
— Ма туллашас-ха! — ыйтрĕ шофер, каччă сăмахне тĕплĕнрех ăнланас кăмăлпа.
— Паллах, туллашни, тарăхни ырă тумасть. Пурăнан пурнăçра вара çĕр каçа куç хупмасăр тарăхса, темĕн те пĕр шухăшласа выртнисем час-часах пулаççĕ иккен. Пĕр тесен, кулăшла, ачалла темелле.
— Ăнлантăм, тăрмăс колодкисем хĕрме пуçланă сан. Унашкал аякка каймастăн вара, тăванăм, — тесе Мĕтри чикарккă тĕлне ывăтса хăварчĕ. — Акă мĕн, йăлана кĕнĕ тăрăх, тавай-ха евчĕ пулам. Хам ĕмĕрĕмре сан пеккисене чип-чиперех хĕрсем килĕшкеленĕ эпĕ, çураçнă, темелле, хамăрлă каласан.
— Юратăвăн вăрăм çулне тухман-ха эпĕ, Мĕтри тете, ху пек каласан, гаражрах тертленетĕп, ман путевкă çине те никам та алă пусман, пичетне хуман, маршручĕ те паллах мар, — пăртак шӳтлесе, водительсем евĕр каларĕ каччă.
— Тĕрĕс ĕнтĕ, юрату маршручĕ яланах инçе, унта питĕ асăрханса тухас пулать, унсăрăн, паçăрхи сăмах, подшипниксем арканма пултараççĕ, тата ытти инкек те, чăваш калашле, ура айĕнчех. Ларан вара уй варринче хĕвел çутисĕрех хĕртĕнсе, çунса. Вăт, çапла...
Вĕсен çулĕ кĕскелсе пычĕ, часах эртел хапхи умне çитсе чарăнчĕç. Каччă пăяв-вĕрен вырăнне çыхса çӳрекен сăнчăра чăнкăр-чанкăр салтса, çĕре пăрахрĕ, хыпаланса вутă пушатма тытăнчĕ. Картишĕнче шанкăрт, кĕмсĕрт туни илтĕнет. Вутăлăх каскасем çĕре ыткăнаççĕ кăна. Мотор таврашăнче пĕр кана мăштăртатнă хыççăн шофер, аллине чӳлĕкпе шăлкаласа, Каврука апат çиме чĕнчĕ.
— Хырăму чармарĕ пуль, атя, кавлер, — терĕ вăл.
Каччăн ăçта унта апат çиме, ăшĕ вутсăрах çунать-çке. Мĕтри пăсланса тăракан радиатора шыв ячĕ, витре тĕпне юлнине ахлете-ахлете ĕçрĕ, юлашкине Каврука сĕнчĕ. Каччă та, сывлăш çавăрмасăр, тутлă шерпетпе киленнĕ пек, ĕçрĕ те тарланă питне алă тӳрчĕпе шăлса илчĕ.
— Эпĕ пымастăп, — терĕ вĕл, столовăйне кайма кăмăлламанни çинчен кĕскен евитлесе. Машинă бортне çĕклесе çаклатрĕ, шĕкĕ çинипе чĕнпĕн-чĕппĕн хăпăнса тăкăнакан йывăç хуппи çине месерле лăп выртрĕ, аллине пуç айне хучĕ, шухăша путрĕ. Çапла вăл водитель апатран киличченех выртрĕ.
— Вăрах тăтăн, — асаилтерчĕ каччă Метрие, лешĕ таврăнсан.
— Черетсĕр кĕме хăймарăм.
— Шоферсемпе грузчиксене черет кĕтсе тăмалла мар тесе каларĕ вĕт пĕркун хамăр пуçлăх.
— Хĕр-упраç умĕнче черетсĕр кĕрсе пăх-ха. Унта лешĕ кăмрăк пек хуп-кура куçли, пĕррех пăхсан, апат çимеллине манса каятăн.
— Ху тата мана ун умĕнче хăюллăрах пулма мораль вуларăн. — Каччă кузов çинчен сиксе анчĕ, аллине ручкă тытса, вăр-вар çавăрчĕ, мотор хута кайрĕ. — Атя, тыт рульна, кунта мана чăтма çук пăчă, — хыпалантарчĕ вăл.
III
Унтанпа пĕр эрне иртрĕ. Вăрманти вутта турттарса пĕтерчĕç. Каврук ăна шаршанласа хучĕ. Аякран пăхсан, вакун çине тирпейлесе купаланă пекех курăнса тăрать.
Пĕррехинче, — ку ĕç канмалли кун пулчĕ, — тĕрĕ ăстисем шефа илнĕ колхоза пулăшма тухса кайрĕç. Вĕсем унта кун каçа паранкă кăларчĕç, хĕвел анас умĕн кăна киле кайма хатĕрленчĕç. Çанă тавăрса ĕçленĕ хĕрсене колхоз машинипе леçсе яма йышăнчĕç. Пысăк грузовик çине хĕр-упраç, вăйлă туя кайма хатĕрленнĕ пек, лăк тулли тиенчĕ. Тăватă тоннă туртакан грузовик хускалса кайрĕ кăна, эртелĕн ГАЗ-51 маркăллă машини пырса çитрĕ. Пĕр пырса чарăннă грузовике пушăлла каллĕ-маллĕ хăваланин усси пулас çук терĕç пулмалла, колхоз паранкине тиерĕç. Ăна хула столовăйне леçме калаçса татăлнă-мĕн.
Энтри апачĕ вăхăтĕнчех çумăр ӳккеленĕччĕ, халĕ вăл шăпăртатса çума тытăнчĕ. Çул çийĕ çемçелчĕ, скатсем çумне пылчăк явăнма пуçларĕ. Анатран тăвалла улăхнă чухне хĕрсене леçекен машинă чăхăмлама пуçларĕ. Эртел грузовикĕ каярах тухнăччĕ. Акă вăл хирти кĕпер урлă каçрĕ, сăрталла хăпарса пырать, хушăран чарăнкалать. Кузов çинче ларса пыраканнисем (унта иккĕн кăна, пĕри — Каврук, тепри — хĕрĕхсене çитнĕ арçын, кайран ăна хĕрсем «Чĕмсĕр пичче» тесе ят пачĕç), машинă чарăнма тытăнсанах, çăмха пек кусса анаççĕ те тытăнаççĕ вара машинăна пулăшма. Вăй хурсах тĕкеççĕ, малалла каяççĕ. Сăртран улăхса çитсен, хайхискер пăхаççĕ, малта пысăк грузовик çула урлă тăрать, иртсе çӳреме, вахтер каларĕшле, мĕнрех çав, майĕ-шывĕ çукрах. Кузоври хĕр-упраç мăштах, çумăрпа йĕпеннĕ те пĕр-пĕрин çумне йăпшăннă, Синуш кунта та кабинăна кĕрсе ларма ĕлкĕрнĕ. Ларать вăл ним пулман пекех, сенкер куçне йăлтти-ялтти выляткалать. Тăпрапа вараланнă чĕрнисене тасатать хăй, темĕнле юрă кĕвине ĕнĕрешкелет, хушăран каччă-шофер еннелле пăхкалать. Лешĕн унпа сăмахлама вăхăчĕ çук, аксеператор çине час-часах пускалать те мотора хытăрах ĕçлеттерет. Машинă пĕтĕм тăлпăвĕпе тенĕ пек чĕтрет, анчах вырăнтан хускалаймасть. Кайри кустăрмисем алă арманĕ евĕр пĕр вырăнта палтăртатса çаврăнаççĕ, енчен енне пылчăк ыткăнать. Кузоври хĕр йышĕ шăри-шари кăшкăрашса илет, ара, вĕсем çине шĕвек пылчăк ыткăнать вĕт-ха, варалать. Хĕрсенчен пĕри, Мĕтри шофер каларăшле, пуйккăраххи пулас, йăлтăркка плащ айĕнчен пуçне калта пек çĕклесе пăхрĕ те эртел машинине палласа илчĕ, куçса ларма ĕмĕтленсе, анма хăтланчĕ. Мĕтри ăна аллипе кăна сĕлтрĕ, ман грузовик пушă мар, паранкă тиенĕ тесе пĕлтерчĕ, çавăнтах колхоз водительне асăрхаттарчĕ:
— Хĕрарăм кĕтĕвĕ çуран та утнă пулĕччĕ. Лартса тухнă-тăк, тĕкчĕр вĕсем сан машинуна. Унсăрăн хускалаймастăн.
— Çакăн пек хитре хĕрсене епле чăрмантарăн-ха! — тӳрре тухма пăхрĕ колхоз шоферĕ, кабинăра ларакан Синуш çине кăтартса.
— Тамаша, ку артисткăна ăçтан тупрăн çак йĕпе-сапара! — шахвăртса ыйтрĕ Мĕтри. Хирĕç тавăрасса кĕтсе тăмарĕ вăл, пăрăнса кайрĕ. Леш шофер та кабинăра ларса усси пулас çук терĕ, ахăртне, Мĕтри пичче патне тухрĕ. Водительсем мĕнле майпа çăлăнса тухмалли çинчен канашласа тăнă хушăра хĕр-упраç шăри-шари кăшкăрашса илчĕ. «Ай-юй, çырмана йăванатпăр!» — илтĕнчĕç кĕрхи автансем темиçе сасăпа авăтнă чухнехи пек тĕрлĕрен сасăсем. Хĕрсем кăлăхах кăшкăрашман иккен, тем вăхăтра Каврук колхоз грузовикĕ патне пынă та, сарлака çурăмĕпе хирсе, ăнă çул çинчен пăрса, çеремлĕрех çĕре шуçтарма тытăннă. Каччă-шофер Каврук патне чупса çитрĕ.
— Куратăр, пирĕн машинăра паранкă, йĕпенет, сире кĕтсе тăма юрамасть, — ăнлантарчĕ Каврук, сăмахне васкамасăр каласа. Хулăн та лăпкă сасса илтсе, кабинăран Синуш пуçне кăларса пăхрĕ, Каврука палласа илчĕ те пӳрнипе юнанăн пулчĕ.
— Чее пирĕн «вездеход»: Анкка çуран утнине пĕлнĕ те ытти хĕрсене çырмана тӳнтерме шутланă. Асту, каласа парап. Хи-хик!
— Пĕчченех çуран утрĕ-и вăл? — ыйтрĕ каччă.
— Верушă-грушă текеннипе — кĕскен хуравларĕ Синуш. — Сан машину çине куçса ларам-и?
— Мĕтри тетерен ыйт, кабинăна ларма юранине пĕлместĕп, — терĕ каччă, хăйсен шоферĕ çине пăхса илсе. Синуш ыйтса-туса тăмарĕ, тăпăлкка тутине ачашшăн пĕрлештерчĕ те пуçне чалăштарчĕ. Çул пушă ĕнтĕ эртел машини хускалса кайрĕ. Тепĕр канаран колхоз грузовикĕ те хуллен малалла куçма тытăнчĕ. Каврук ыт-ахальтен тĕкмен иккен, çеремлĕ çĕрпе пыма май пуррине асаилнĕ.
— Газна ан хĕрхен, Мĕтри тете çуран утнисене хуса çитесчĕ.
— Анккашăн пулсан, эпĕ космос хăвăртлăхĕпе пыма хатĕр, — кулкаларĕ шофер. Анчах ун пек хăвăртлăхпа, паллах, йĕпе-сапара каяймарĕç вĕсем. Çапах та вĕсен тертлĕ çулĕ кĕскелсе пычĕ-пычех. Акă вĕсем аслă çул çине тухрĕç. Скатсем йĕпе асфальт тăрăх шик-шăхăрса, çил кăларса пыраççĕ. Çумăр çума чарăнчĕ, пăтти-патти кăна ӳпкелет, тăхлан пек йывăр пĕлĕтсем хуллен катрамланчĕç. Хĕвел курăнкаларĕ, йĕри-тавралăх сăмахпа кала пĕлмелле мар илемлĕ. Грузовикпе ларса пыма, ырлăх, темелле, тусан çук. Чĕмсĕр вырăнне картнă арçын та кĕреке юррине кĕвĕлесе ячĕ.
Эртел грузовикĕ такăр çулпа ыткăнать те ыткăнать кăна, часах вăл хăй çĕр каçакан гараж умĕнчен иртсе каймалла, тепĕр сăмахпа калас-тăк, «Пурçăн тĕрĕ» эртел умĕнченех. Ырра ĕмĕтленекенĕн — çур телей, тесе пĕлмесĕр каламан çав, пĕр кĕтмен çĕртен уçă сасă илтĕнсе кайрĕ. Каврук çавăнталла вăрт çаврăнса пăхрĕ — Веруш, алăпа сĕлтсе, темĕн калать. Пĕччен мар вăл, Анккапа пĕрле. Хĕрсем çара уран, чăмăркка ури хырăмĕ таранах урисем вараланнă, пушмакĕсене хул хушшине хĕстернĕ. Иккĕшĕн те çи-пуçĕсем пăрса сăрăхтармалла йĕпе тенипе йĕпе. Анкка чăпар саттин кĕпепе. Ĕçре вăл яланах çавăнпа пулкалать. Йĕпе кĕпи хĕрĕн йăрăс пĕвĕ çумне çатах çыпçăннă, çан-çурăмĕ тата çинçерех, тата килĕшуллĕрех курăнать.
Машинă хуланалла ыткăнса иртсе кайрĕ. Ун пен-кун пек чух хĕр-упраç каччăсем çинчен пăртак та пулин калаçса илет-илетех, куннинче те çапла пулчĕ. Ытларах Веруш сăмах турĕ. Çамрăк пулсан та, сăмахшăн вăл кӳрше каяканни мар.
— Ĕнер универмага кĕтĕм те, куçăм вуниккĕ пулчĕ.
— Мĕн пулчĕ! — ыйтрĕ Анкка унран, йĕпе тутăрне майласа çыхса.
— Темĕнех мар та, çапах питĕ кăсăкла япала. Пĕлетĕн-и, çак «вездеход» питĕ хаклă йышши костюм туяннă, магазинрах ларакан çĕвĕç патне йăпăрт çеç кĕрсе кайрĕ. Мĕн хăтланать-ха ку тесе кĕтсе тăратăп. Хайхискер, чаршавĕ уçăлса кайрĕ те хама хам шанмастăп, кăвак бастон шăлавар вĕçне тавăрлаттарать. Вăт мĕнлерех, Синушран пĕртте кая юласшăн мар вăл.
— Ан тив юлашки модăпа çĕлетнине тăхăнтăр, — терĕ Анкка. Сăмахне каласса каларĕ, анчах хăйĕн сăнĕ темĕншĕн-çке улшăнчĕ. Грузовик иртсе кайнă çул çине шухăшлă куçпа пăхрĕ.
— Ак, курăн, ун хыççăн хĕрсем йăкăрттин чупма тытăнаççĕ, — те шахвăртса, те чăн кăмăлтан каларĕ Веруш. Сăмах майăн хăй Синуш çăрхаласа утнă пек туса кăтартрĕ.
Вĕсем вăл-ку çинчен урăх сăмах тумарĕç, çара урисене йĕпе курăк çинче сăтăркаласа тасатрĕç те пушмакĕсене тăхăнчĕç, калитке патнелле харăссăн-харăссăн ярса пусса утса кайрĕç.
Эртел картишĕнче часах ытти хĕрсен сассисем илтĕнчĕç, пурте таврăннă-мĕн. Синуш та вăрахламарĕ, пӳлĕме пырса кĕчĕ. Ун çийĕ-пуçĕ тип-типех, калăн, пĕр тумлам çумăр çуман. Имшеркке чечексенчен çыхă тунă хăй.
— Кăна, хĕрсем, «вездехода» парнелес пулать: вăл пулмасан тупата, уйра çĕр каçаттăмăр.
— Çак кĕтĕрккене мĕн тума парнелес, — килĕшмерĕ ун шухăшĕпе Веруш — Йăлана ан пăс, каччăсем хăйсем хĕрсене чечек парнелеççĕ.
Анкка чечек пирки хутшăнса калаçмарĕ, илемлĕ, темиçе тĕрлĕ тĕрлемелли çип суйласа илчĕ те:
— Атя пирĕнпе пĕрле, — тесе Синуша хăйпе пыма чĕнчĕ.
— Пыратăп, — килĕшрĕ Синуш. Çавăнтах хăй тăп-тăвăркка шăлаварне тăхăнма тытăнчĕ.
— Кунпа ан пыр, — пат татрĕ ăна Веруш.
— Мĕнех ара, урăххине тăхăнăпăр, — тесе Синуш тăвăр юбка ăшне кĕрсе тăчĕ — Кайрăмăр, чечекне каçхине парнелĕпĕр.
Хĕр-тантăшсем, хулран хула тытса, хыпаланса тухса кайрĕç.
IV
Кун хыççăн кун иртрĕ, çĕр вăрăмланни сисĕнет.
Çавăн пек кунсенчен пĕринче «Пурçăн тĕрĕ» эртелне халиччен пулман пысăк савăнăçлă хыпар пырса çитрĕ: Шупашкара чăваш халахĕн паттăр ывăлĕ Андриян Николаев килсе курма килĕшнĕ.
Хĕр-упраç пуринчен ытла хаваслă. Ара, савăнмалăх пур çав. Виççĕмĕш космонавт чăваш каччи-çке. Тĕрĕ ăстисем, хĕрӳ ĕç хыççăн уяври пек тумланса, чаплă хăна килес çул çине тухаççĕ, космонавтсем çинчен хывнă юрăсене шăрантарса юрлаççĕ. Каврук та питĕ хӳхĕм тумланса çӳрет ĕнтĕ. Çĕнĕ бастон костюмла вăл, çӳçне юлашки модăпа кастарса янă, чăлт шурă кĕпе çинчен йăлтăркка галстук çакнă. Уринче шĕвĕркке сăмсаллă туфли, хĕп-хĕрлĕ чăлха-нуски. Хăнăхнă йăлипе вăл Мишша тетĕшĕпе калаçкалать-ха.
— Пирĕн хĕрсен сăнĕсем халĕ хисеп хăми çинче вуçах. Хĕрлĕ çӳçне арçын ачалла кастарнин сăнĕ те унта. Ий-я, ĕçре тупăннă телей этеме сăпайлать çав, — тесе хуралçă парк еннелле туйипе тăсса кăтарткалать, Каврука кайса курма сĕнет. Почта валеçсе çӳрекен хĕр, сăран сумкине хулпуççи урлă çакса янăскер, пырса çитмен пулсан, каччă кайса куратчех пуль. Çав хĕр темĕнле телеграмма илсе пычĕ, вăхăчĕ çитменнине пула ăна вахтера парса хăварчĕ. Телеграммине кама памаллине каласа тăмарĕ, хутла пĕлетĕр, вуласан курăр, терĕ пулас. Мишша-хуралçă кĕсйине хыпашларĕ, пуçлăхĕ тупăнманнипе телеграммăна Каврука пачĕ. Каччă вуланă-вуламанах сăнран улшăнчĕ. Хут çине ак епле çырнă: «Аня кĕтсе ил мана улттăмĕш вагон. Саша»,
— Ярухинăна памалли ку, — тесе Каврук пирус тивертсе ячĕ те ĕнсине хыçкаларĕ, ассăн, канăçсăр сывласа илчĕ.
— Мĕн-им, космонавта кĕтсе илмелли савăнçлă кунсенче те ырă мар хыпар-им! — текелесе Мишша хуралçă кăн-кан пăхкаларĕ,телеграммăна леçме кайрĕ. Каврукăн мĕн тумалли юлчĕ-ши ĕнтĕ! Çав каç кино курма туяннă икĕ билета чăр-чар çурса пăрахрĕ те автобус чарăнакан вырăна чупрĕ.
Нумай та вăхăт иртмерĕ, хуралçăпа пĕрле Анкка хапха умне килсе тухрĕ.
— Каврук вуларĕ-и кăна! — ыйтрĕ хĕр вахтертан.
— Вуларĕ, анчах мĕнрех пулса кайрĕ, — текелесе мучи аллине сĕлтрĕ.
— Сашăна кĕтсе илме сĕнесшĕнччĕ эпĕ ăна.
Хĕр урăх чĕнмерĕ, телеграммине пăчăртаса тытса, каялла кĕрсе кайрĕ. Мишшашăн пулсан мĕнех çав, шухăшласа пултăр, хăй евĕрлĕ сăмах вакласа, çын хуйхине çăмăллатма тăрăшать вăл. «Анкки те «вездехочĕшĕн» çунса тухасла иккен. Çаплах темĕнле телеграммăсем яраççĕ хăйне» — пĕр-пĕччен мăкăртатса юлчĕ вăл.
Хисеплĕ кун килсе çитет, тенĕ халăхра. Пĕррехинче ирхине тĕрĕ ăстисем хаклă хăнана кĕтсе илме пуçтарăнчĕç.
Аслă çулăн икĕ енĕпе тăп-тулли халăх тăрать. Кашнийĕн аллинче тенĕ пек чĕрĕ чечек, хĕрлĕ ялав, сăнĕсем калама çук хаваслă. Умлăн-хыçлăн килекен çăмăл машинăсене курсан, халăх Лакрей вăрманĕ янăрамалла тăвăллăн алă çупма тытăнчĕ. Чи малти машини, йĕпкĕн хураскер — уçă машина текенни. Ун çинче тĕреклĕ хул-çурăмлă патвар çамрăк çын тăратъ, аллине хаваслă çĕкле-çĕкле, халăха ăшшăн саламласа килет. Ытармалла мар килĕшӳллĕ сăн-питлĕ хăй, вĕçевçĕ тумĕпе. Тарăн хура куçĕ кăмăллăн йăлкăшать. «Салам, ур-ра!» — янăрать таврара.
Анкка та халăхпа пĕрле. Тирпейлесе хул хушшине хĕстернĕ япалине питĕ асăрханса тытса тăрать. Ун пек чух халăх хумханать, куçать. Верушпа Каврук Анкка патнех пырса тухрĕç. Часах Синуш та çавăнта çиттрĕ. Каччă ун çине сăнаса пăхрĕ те:
— Эсĕ мĕн унта парне пирки мана шахвăртса çӳрерĕн. Тӳрех каламаллаччĕ. Пĕлетĕн вĕт ун пек чухне этем тем те пĕр шухăшласа илме пултарнине, — тесе вăл Синуша асăрхаттарчĕ.
— Кĕрӳ тутрине космонавт валли тĕрленине те пĕлмен-им эсĕ! — хуравлас вырăнне хăй ыйтрĕ хĕр каччăран. — Анкка каланă пуль сана.
— Ыйтман, каламан та, — мĕскĕн тавăрчĕ каччă.
Анкка çав сăмаха илта илтмен-мĕн, салтак тумĕ тăхăннă пĕр çамрăк çынна Каврук патнерех чĕнсе, паллашма хушрĕ.
— Паллашăр, ман пичче, Саша, çар службинче, отпуска килчĕ, — терĕ хĕр. Унтан çапла хушса хучĕ: — Каврук, астăватăн-и пĕркунхи телеграммăна!
Каврук, кăштах хĕрелсе, Анкка пиччĕшне алă пачĕ.
— Ан çилен, Анкка, ун вырăнне халĕ акă питĕ пысăк хăнана кĕтсе илетпĕр пĕрле, — ырă кăмăлтан тавăрчĕ вăл хĕре.
Халăх шăпланчĕ, митинг уçăлчĕ. Анккана трибунă çине чĕнсе илчĕç. Вăрах калаçмарĕ вăл, тĕрĕ ăстисен ячĕпе хамăрăн чаплă янташа хĕрӳллĕн саламларĕ те, тĕркемне салатса космос паттăрĕ умне парнине йăтса пычĕ, юлашкинчен çапла каларĕ: «Тăван халăхăн пархатарлă йăлипе хамăрăн юратнă çыннăмăра Андриян Григорьевич Николаева çакна парнелеме ирĕк парсамăр!»