Вăрман хĕрринче пĕр тилĕ пурăннă тет. Пĕррехинче унăн хырăмĕ выçнă та вăл яла автан вăрлама чупса çитнĕ. Ял хĕрринчи хресченĕн автанĕ шăпах чăххисене ертсе уçăлма тухнă-мĕн. Вĕсемпе пĕрле хуçан йытти те чупса çӳренĕ. Тилĕ автана тапăннине курсан йытă çилленсех кайнă, тӳрех тилĕ çине сиксе ӳкнĕ, ăна мăйран çыртса илнĕ. Суранран юн юхма тытăннă. Ыратнипе тилĕ автана ирĕке янă, хăй вăрманалла тарнă.
Юнĕ ниепле те юхма чарăнман, чĕр чунăн кĕрĕкне хĕрлĕ тĕспе сăрланă. Тилĕ юханшывра та çăвăнса пăхнă, симĕс курăк çинче те йăваланнă — хĕрлĕ тĕсе пур-пĕрех çуса ярайман, тасалайман. Акă мĕншĕн тилĕ хĕрлĕ тĕслĕ иккен.