Кĕркунне çулçăсем çĕр тĕспе
Кĕрхи çилĕн сивлек ăсĕпе
Хĕвĕшсе, çаврăнса тăнă евĕр
Хĕвĕшеççĕ çынсем çĕр çинче.
Парнелет вĕсене çут тĕнче
Терт те ырлăх, тискерлĕх те евĕк.
Пурнăçне пурăнаççĕ çынсем,
Виличчен тăрмашаççĕ вĕсем
Ку енчи ырлăха ас тивесшĕн.
Кун та, çул та пит хăвăрт иртет,
Ак, кун-çулĕ этемĕн пĕтет.
Ют халь çакă этем çут тĕнчешĕн.
Час-часах вĕрентеççĕ пире:
«Ан васка кĕриччен эс çĕре
Нихăçан ырлăх-пурлăх курмашкăн.
Турĕ чунлă, таса халăха
Илсе кайĕç ун чух çăтмаха
Ӳлĕм ĕмĕр телейлĕ пулмашкăн».
Асанаççĕ куллен йышпала...
Пĕлтерӳ-хыпарпа каялла
Çук, пĕри те килмерĕ-çке темшĕн.
Кунти пек тискерсем, суеçсем,
Чуна сутăн илен пуянсем
Унта пур-ши?
Май çук-çке пĕлмешкĕн.
Чухăнни чухăнах юлайсан,
Асапли асапнех çакайсан,
Пуянни мулпалах алхассассăн,
Юнĕçен çав-çавах иртĕхсен,
Ăссăрри ăслине пĕтерсен,
Леш тĕнче те ырах пулмĕ саншăн.
Ним пĕлмен, ним паллисĕр çула
Васкар мар тем пулсан та апла.
Кĕрешер, хĕпĕртер çут хĕвелшĕн.
Кĕрхи çулçă пекех
Хĕвĕшер тек-текех
Паянхи пĕр тĕпренчĕк
телейшĕн.