Чăвашсене хурах тустарнă,
Çаратнă пурлăхне, çунтарнă —
Ялсем тĕпленнĕ вырăна
Хăварнă кĕл купи кăна.
Пуç хунă çапăçса яш-кĕрĕм,
Хирет тăшман татах тискеррĕн.
Ан тив, вăрçма та хал юлман —
Пуçне чăваш питех усман.
Мел тупнă тет вара йăх пуçĕ,
Ăс-хал çӳпçи — Сăваш пĕлӳçĕ.
Вăл пурăннă шыв хĕрринче
Урпа акса хăртнăсенче.
Шур çӳçлĕ тет, чике сухаллă,
Вăл ылтăн шăллă тет, вăй-халлă.
Пытаннă халăха пухса
Кӳлле чӳк тунă пуççапса:
— Эй, кӳлĕ! Хăватна парсамччĕ,
Хурахсенчен эс хăтарсамччĕ!
Пĕтетпĕр ним айăпсăрах.
Чуна упра! Эй, ан пăрах!.. —
Кĕрле пуçланă тĕпсĕр кӳлĕ,
Çĕкленнĕ çавра çил те çӳллĕ —
Шыва хăпартнă тӳпене,
Хупланă тăвăл тĕнчене.
Аçа шартлатнă, çумăр янă,
Нихçанхинчен хаяр шавланă.
Вăл хăваланă тăшмана
Шыва ярас тесе ăна.
Хурах терт курнă: путнă-тарнă —
Çаратнă пурлăхне хăварнă.