Акă иртрĕ пайтах çул;
Çулпа иртсе пынă чух
Выртса-канса çимешкĕн
Кĕтĕм эпĕ пĕр яла.
Пӳрчĕ кивĕ, çĕрĕшнĕ,
Асанне пек чалăшнă.
Мĕнпур сакки-урайне
Урлă-пирлĕ çӳп-çапă
Пĕтемĕшпех тăп-тулли.
Тăрăшакан эрешмен
Хăйин1 вăрăм çиппине
Пӳртен тĕттĕм кĕтессине
Каркаласа пĕтернĕ.
Сывлăш пăчă, хăйă шăрши;
Авăрлакан ӳсĕрет;
Ачи хытă макăрать,
Хăйин чирлĕ сассипе
Ĕçлекене пит чарать.
Ан йĕр, ача, хыт ан йĕр!
Аннӳсене пит ан чар...
Сан сассăна илтеççĕ,
Сана вĕсем шеллеççĕ;
Халĕ сана йывăрне
Пурте вĕсем пĕлесçĕ.
Эсĕ чирлĕ пулсан та,
Сана тытма вăхăт çук,
Ан йĕр, ача, хыт ан йĕр!
Аннӳсене пит ан чар...
Эсĕ халĕ пĕлместĕн,
Пĕр-ик çултан ак сисĕн:
Ĕçе чарăнса тусан,
Хресчен выçăхсах вилет:
Унăн çĕрĕ пит сахал,
Пару-илӳ пит пысăк.
Ан йĕр, ача, хыт ан йĕр!
Аннӳсене пит ан чар...
Пару-илӳ тӳлесен,
Хăйсем выçă юлсан та,
«Ыр» çын хисепне кĕрĕç.
Тӳлесе татаймасан,
Тĕрме чурисем пулĕç!..
Ан йĕр, ача, хыт ан йĕр!
Ĕçлемешкĕн пит ан чар...
Сана йывăр — эс чирлĕ,
Çапах пăртак тӳс-халĕ.
Ху чипер ӳссе çитсессĕн,
Ырă, ăслă çын пулса,
Çемйусемшĕн тăрăшса,
Тĕплĕреххĕн шухăшла:
Пирĕн хресчен юрлине,
Тăранмалăх та çуккине
Кам айăплă, кам тĕрĕс?
Шухăшласа пĕтерсен,
Вăл тĕрĕсех пулсассăн,
Вăйна пĕртте ан шелле,
Хăвăн ĕçне ху мелле2...