Çулçӳревçĕ варринчен уçнă кĕнекене тăвар килли çумне тĕрентерсе хăварчĕ.
Кĕнеки тем сарлакăш, хулăн, саспаллисем шултра, хуп-хура, ретĕн-ретĕн шăкăрипе ларса тухнă.
Ку Пурнăç кĕнеки мар-ши?!
Манăн та «аслă пĕлӳ» илес шухăш пуçра вĕлтлетрĕ.
- Э-э-х-х! — терĕм те кĕнеке ăшне чăмрăм.
Чупса кайрăм вуласа: йĕрке çинчен — йĕрке çине, саспалли çинчен — саспалли çине; сылтăмран — сулахая, аялтан — çӳлелле.
Пĕр картлашка çинчен — теприн çине сикетĕп.
Ĕлкĕреймесрен хăратăп.
«Аслă пĕлӳ» илес тесе пĕтĕм чунтан тăрăшатăп!
Тăвалла çул çăмăл мар иккен!
Ту тăррине хăпарса çитиччен пĕр ĕмĕр иртсе кайрĕ.
Вулатăп!
Хăпарса çитрĕм те тĕнче хĕррине курас килсе кайрĕ.
Кĕнеке хуплашки хыçĕнче мĕн-ши унта?!
Кармашса пăхрăм та — шуса кайрăм.
Тăвар килли ăшне кĕтĕм ӳкрĕм.
Çак тинĕсре ишнĕ хушăра пĕр пăт тăвар çисе ятăм.
Пĕчĕк çуралнăшăн каçарăр, тӳре-шарасем!
Ак мĕнле иккен вăл — тĕнче хĕрри!