— Лайахрах хупсам эсĕ алăка: шăршăнса ларнă та хытă туртмасăр пит хупăнасшăнах мар, — тесшĕнччĕ кăмака умĕнче ухватпа аппаланса тăракан амăшĕ, Леонид хысçăн алăк лайăх хупăнманнине курса. Анчах вăл ывăлĕ çине пăхса илчĕ те, калас сăмахне каламасăрах, хăвăрт ун патне утса пычĕ, кĕрĕкне хывтарчĕ, унтан, пукан çине ларса, çăматтине хывса шаккарĕ, кăмака çинчен çăм чăлха илсе пачĕ. Çак хушăра вĕсем иккĕшĕ те сăмах чĕнмерĕç.
Нумай пулмасть урама уçăлма тесе тухнă Леонидăн пичĕ каламалла мар шурса, улшăнса кайнă. Тăнлавĕсемпе янахĕ чылай хушă хырăнман çынăнни пек хура та таса мар курăнаççĕ.
Темле ырă мар япала пулса иртнине сиснĕ амăшĕ, хăвăрт тапма пуçланă чĕрине лăплантарма пикенсе, хăрах аллипе кăкăрне тытрĕ, тепринпе ывалне, пĕчĕк ачана çаватнă пек çавăтса, хăнасем ларакан пӳлеме илсе кĕчĕ. «Никам та урăх килмен, ют çын таврашĕ çук, пурте хамăрăннисемех», — ыт-ахальтен тенĕ пек çеç каланă сăмахсемпе йăпатма пăхрĕ вăл Леонида.
Сĕтел хушшинче чăнах та çавсемех, Леонид тăванĕсем — пиччĕшĕпе шăллĕ, инкешĕ, арăмĕ Полина. Хăйсем самаях ӳсĕрĕлнĕ. Хĕрĕнкĕскерсем нимех те сисмерĕç. «Э, Леонид-çке! Инженер çитрĕ пирĕн... Кил, лар часрах», — текелесе илчĕç те, тахçанах пуçланнă калаçу каллех сыпăнса кайрĕ. Вĕсем мĕн çинчен пĕр-пĕрне пӳле-пӳлех калаçни те халь Леонид хăлхине кĕмест, арăмĕ лартса панă вĕри какай шӳрпине те курмасть вăл.
— Мĕн туса çӳрерĕн урамра? — иккĕленерех пăхрĕ ун çине Полина.— Армантан таврăннă чухне те эсĕ питĕ хуйхăллăччĕ, ху нимĕн те каласа памастăн. Санăн майра çук-и-ха унта? Сып кăшт ăшăнмалăх, çырткаласа ил.
— Чăнах та ĕçес килет, парăр-ха ярса! — терĕ Леонид, хура куçĕсемпе, палламан çын пек, тăванĕсем çине пăхса.
Çакна илтсен, унăн шăллĕ, 22 çулхи Алексей, шурă шăлĕсене кăтартса, кулса илчĕ:
— Эхе! Пирĕн ĕçмен çын хăй ыйтса ĕçе пуçларĕ иккен-ха. — Унтан, çавăн пекех кулкаласа, пиччĕшне пĕр черкке каçунккă тултарса пачĕ.
Тепĕртакран Леонид татах икĕ черкке ĕçрĕ, тăваттăмĕшне хăех тултарса, пĕр-пĕччен ӳпĕнтерчĕ.
Тӳрех ӳсĕрăлсе каймарĕ-ха вăл, пурнăçри ăнланмалла мар историсем çинчен кăна калама тытăнчĕ:
— ...Вĕреннĕ чухне эпĕ пĕр студенткăпа питă туслă пулнăччĕ. Шуйттан пек хитреччĕ, мур илменскер. Вăл та мана юратнă пулмалла çав... Каласан та ĕненес çук эсир...
Леонид арăмĕ упăшки çине кăнн пăхса ларчĕ-ларчĕ те, сĕтел хушшинчен пуçран çапнă пек вăркăнса тухса, юнашар пӳлĕме кĕрсе çухалчĕ. Унтан вара кĕçех чунтан татăлса макăрнă сасă илтĕнсе кайрĕ. Ыттисем ытла та тăрук, шыв сыпнă евĕр шăпланчĕç, — сак самантра темĕнле питĕ çинçе хĕлĕх татăлнă пек туйăнса кайрĕ.
Тăванĕсем Леонид çине нимĕн ăнланмасăр тинкерсе пăхрĕç. Вăл кирек хăçан та сăпайлă пулнă, нихçан та арăмне çавăн пек кӳрентермен, ĕмĕрне те пĕр-икĕ черккерен ытла ĕçмен. Халĕ вара пачах урăх Леонид килсе ларчĕ тейĕн çак туслă кĕрекене...
Хай пурне те ытлашши хытă тĕлĕнтерсе пăрахнине, темĕнле ирсĕр çын пек хăтланнине вăл часах ăнланчĕ пулас. Тăванĕсене хăйне ытлашши ятлама, намăслантарма парас мар тесе, сасăпа каласа хучĕ:
— Эпĕ паян çын вĕлернĕ... Маншăн халĕ пур пĕрех...
Çапла каларĕ те майĕпен çĕрелле тĕшĕрĕлме пуçларĕ. Хĕсĕннĕ куçĕсем анкă-минкĕллĕн чарăлчĕç.
— Тухтăр! — упи-супи пăлханса ӳкрĕç пурте.
Çак сăмаха илтсен, юнашар пӳлĕмрен Леонид арăмĕ чупса тухрĕ те, кӳреннине самантрах манса, упăшкин кĕпи тӳмисене йăпăр-япăр вĕçертрĕ, хăвăртрах шыв тата нашатыр спирчĕ пама ыйтрĕ...
Инженер тăна кĕнĕ çĕре çурçĕр тахçанах иртнĕ. Вăл малти пӳлĕмри тенкел çинче выртать иккен, çиелтен тăлăп витсе хунă. Çенĕхе тухмалли алăк кăштах уçă, унтан сивĕ сывлăш палкаса кĕрет. Электричествă лампине хаçатран тунă абажурпа хупланă. Леонид пĕтĕм шăм-шакĕ сурса ыратнипе вăранса кайрĕ. Чăтма çук сивĕ. Куçне кăшт уçрĕ те сĕтел умĕнче тĕлĕрсе ларакан арăмне курчĕ. Вара самантрах чĕрине темле çивĕч çĕçĕ касса кĕнĕ пек туйăнчĕ — вăл пурне те пĕр тăрук аса илчĕ.
«Тĕлĕк мар, çук, тĕлĕк мар, чĕн пулнă. Ĕненмĕттем — Аршантан таврăнсанах чун чăтманнипе урама тухса çӳрерĕм, çавăн чухне илтрĕм те: çул çинче виле тупнă, ăна яла илсе килнĕ...»
Шухăшĕпе вăл каллех Аршан çулĕ çине тухать. «Мĕншĕн айăплă-ха эпĕ? Ăнсăртран, ăнсăртран пулчĕ вĕт инкек!»
...Хуларан вĕсем, виçĕ тăван, арăмĕсемпе пĕрле, яла, ашшĕпе амăшне курма тесе, ĕнер кăнтăрлапа килсе çитнĕччĕ. Виççĕшĕ те шахтăра ĕçлеççĕ: Алексей — забойщик, Макçăм — мастер, Леонид хăй — инженер. Машини — «Победа», виçĕ тăван пĕрлешсе илнĕскер. Яла çитсен, кунти «сивĕ илеме» юратакан Леонид каç пуличчен çывăхри Саян тăвĕсем хушшинче ларакан «Аршан» ятлă курорта пĕр-пĕччен çитсе килме шутларĕ (пиччĕшĕпе шăллĕ те, хĕрарăмсем те «романтикăпа» аппаланиччен вăрăм çул хыççăн канса илме кăмăл турĕç).
«Çамрăк чух чуна килентернĕ шыв сиккисене курас килчĕ», — пăшăрханса аса илчĕ Леонид. Вăл арăмне вăратасран шикленсе, тăлăппа пуç çийĕнченех витĕнчĕ. Çул çинче мĕн пулса иртнине аса илсен, чунĕ чăтма çук тăвăнчĕ пулин те, вăл урăх нимĕн çинчен те шухăшлама пултараймарĕ...
Леонид «Аршантан» яла таврăнма тухнă тĕле хĕвел шап-шурă тăрăллă çӳллĕ тусем хыçне пытаннăччĕ. 40 çухрăм каймалла. Çынсем питĕ сайра çӳрекен хĕллехи çул çинче машинă кустăрмисен йĕрĕ тĕрĕ пек пичетленсе пырать. Иркут юппи урлă хывнă кĕпер урлă каçсан таçтан муртан çил-тăман çавăрттарма тытăнчĕ. Фарăсен çутинче шултра юр пĕрчисем чăл-пар саланаççĕ. Малти кантăка тасатакан щеткасем («дворник» теççĕ вĕсене шоферсем) юра шăлма та ĕлкĕреймеççĕ.
Питĕ йывăр кунти çулпа çӳреме. Чăнкă сăртсен çумĕпе хĕсĕнсе пырса, вăл вĕçĕ-хĕррисĕр кукăрсем тăвать, вырăнĕ-вырăнĕпе ăна юр хĕвсе лартнă, тепĕр çĕрте вара яп-яка пăр çуталса выртать. Юрать-ха, хĕсĕк кукăрсенче хирĕç килекен машинăсем çук. Аршантан тухсанах кăштах асфальт пулчĕ-ха, вăл чылайччен йывăр ĕçре пулнă çыннăн алтупанĕ пек йăрăм-йăрăм çуркаланса пĕтнĕ. Ун хыççăн вĕтĕ чул сарнă çул пуçланчĕ.
Çил-тăман аснăçем асать. Тавралăх хăвăрт тĕттĕмленсе килчĕ. «Кĕтсе ывăнчĕç пулĕ стариксем», — шухăшларĕ те Леонид машинине хăвăртрах ячĕ. Чул катăкĕсем картера малатукпа çапнă пек тӳпелеме пуçларĕç. Кукăр хыççăн кукăр. Сасартăк çил-тăман витĕр, çывăхрах, иртсе пыракан лав курăнса кайрĕ. Леонид, машинăна ту хысăкĕ çумĕперех илсе пыма тăрăшса, руле хăвăрт сылтăмалла пăрчĕ пулин те, ахаль те хĕсĕк вырăнта, çул варрипе пынă лавран йĕркеллĕ иртеймерĕ. Çуна тӳнсе кайнине Леонид лайăхах асăрхарĕ, хыçран çынсем кăшкăрни, çуна ӳречисем шăтăртатса хуçăлни хăлхана пырса кĕчĕ.
...Машинă такам хыçалтан хăваланă пек малалла ыткăнчĕ. Леонид çăра тарпа тарланă аллисене пĕрмай шăлавар пĕççи çумне шăлкаларĕ. Анчах пур пĕрех вĕсем типме пĕлмерĕç, йĕрĕнмелле йăмпалкаланса пычĕç. «Мĕн туса хутăм эпĕ?1» — пĕр вĕçĕм шухăшларĕ вăл. Анчах шухăш, вĕçне çитме шикленнĕ пек, çавăнтах татăла-татăла кайрĕ. Куç умĕнче каллех — асар-писер пăтрашăнса явăнакан юр пĕрчисем. Анчах халĕ вĕсем ăна йăпатмаççĕ ĕнтĕ, пĕтĕм тĕнче, инçетри çăлтăрсем те уншăн темле юттăн туйăнма пуçларĕç.
Ăш пĕçерсе ыратнипе инженер хайне хăй хăрушă шухăша ăнланма хистет. «Мĕншĕн чарăнмарăм? Хам мĕн туса хунин мĕншĕн кайса пăхмарăм? Тен, пулăшма пулатчĕ пулĕ... Тем тесен те, юри туман вĕт эпĕ ăна. Мĕншĕн тормос çине пуснă ура педале каялла ячĕ? Ура айăплă мар-çке-ха уншăн. Манăн хамăн ăшра таçта темĕнле педаль вĕçерĕнсе кайрĕ пулмалла».
Ял патне çывхарса пынăçем Леонид пуçĕнче тĕтре витĕр курăнакан аякри çутă пек сапаланчăк шухăш тĕвĕлене пуçларĕ. Çав тери ырă мар, чуна ыраттаракан шухăш. «Хĕрарăм эпĕ, инкекшĕн ответ тытасран шиклентĕм. Кунта, тĕттĕм каç, таçти щуйттанти пушă вырăнта мана никам та палласа юлаймĕ тесе, хама хам лăплантартăм». Шухăшсем урăм-сурăм çавăрттаракан çил-тăман пек явăнаççĕ. Пĕр вăхăтрах нумай çын пĕрне-пĕри пӳлсе тавлашнăн туйăнать. Акă, тепĕр сасă — йĕрĕнчĕк те тăрăхлакан сасă. «Эсĕ хăвна ытлашши ырă та таса чунлă тесшăн пулсан, «хăрамастăп», тесшĕн пулсан, мĕншĕн-ха эсĕ халĕ те пулин каялла çаврăнмастăн? Халĕ те ĕлкĕрме пулать вĕт-ха. Хăратăн эсĕ, хăрамалла та мĕншĕн хăвна инкеке кĕртес тетĕн? Тен, никама та таптаман пулĕ... Кирек мăн пулнă пулсан та, сана çул çинче урăх никам та курман-çке-ха, машинă йĕрне сăлпăран хыçалтанах шăлса пырать... Лăплантар хăвăн ачаш чĕрӳне».
Руле пăрса машинăна çавăрасси темех мар. Анчах Леонид халĕ хăй ниепле те каялла çаврăнаяс çуккине, хăйне темĕнле ырă мар туйăм пуçĕпех ярса илнине нихçанхинчен те çивĕччĕн туйрĕ.
Яла çитсен, унăн киле кайма та чун туртмарĕ, арăмне те, тăванĕсене те курасси килмерĕ, таçта пĕр-икĕ уйăхлăха «çук пулас» килчĕ. Ашшĕсен картишне çитсен вăл чылай хушă кабинăран тухмасăр ларчĕ. Чĕнмесĕр те кĕмерĕ. Анчах пур пĕрех пӳртре вăрах хушă тӳссе лараймарĕ, нихçан çăвара чĕлĕм хыпса курманскер, пирус туртса ячĕ те тепĕр хут урама тухрĕ. Унта ăна ятарласах хăрушă хыпар кĕтсе тăнă тейĕн...
Çапла, тăлăп айĕнче хăйне хăй асаплантарса, вăл нумайччен выртрĕ, хăй пирки чăтма çук йĕрĕнсе шухăшларĕ. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе, чунĕ кӳтсе çитнĕ самантсенче, унăн тăлăпа сирсе ывăтса, хăвăртрах таçталла пĕр чарăнмасăр чупса каясси, пурне те: «Эпĕ, эпĕ вĕлернĕ ăна!» тесе уççăн пĕлтересси килчĕ. Темле чарăнать ĕнтĕ унăн ăшĕнче капланнă асаплă çил-тăман, ăна хăй те вăл пĕлеймерĕ-ха. Пӳлĕмре çынсем калаçнине илтсен, чĕри тата хытăрах тапма тытăнчĕ.
— Сивĕ пулĕ ăна, алăка хупăр, — терĕ палламан сасă. Унтан такам алли Леонид çинчи тăлăпа асăрханса сирчĕ. Инженер куçне хупас тенĕччĕ, анчах ĕлкĕреймерĕ.
— Э-э, чип-чиперех пăхса выртать вăл! — хаваслăн пĕлтерчĕ тăлăпа уçнă çын, шурă халатлăскер.
«Ялти фельдшер пулас», — хăвăрт тавçăрса илчĕ Леонид. Унтан, хĕпĕртесе ӳкнĕ арăмне, пиччĕшĕсемпе шăллĕне, ашшăпе амăшне курсан («мĕншĕн хĕпĕртеççĕ, ара, вĕсем, эпĕ çын вĕлерни çинчен пĕлеççĕ вĕт-ха, каларăм», — самантрах шухăшласа илчĕ вăл), пĕр кĕтмен çĕртен хăюллăн, уçă та лăпкă сасăпа ыйтрĕ:
— Тухтăр, пĕлетĕр-и эсир паян яла виле тупса килни çинчен? Кам пулнă вăл, ăçта тупнă ăна, мĕн пирки вилнĕ?
— Ну и ну! — темшĕн хытă тĕлĕнчĕ фельдшер. — Мĕншĕн кирлĕ пулчĕ-ха ку сире? Сирĕн халь питĕ лăпкă выртмалла. Эсир ытлашши ĕçнĕ, нервăсем пачах йĕркеллĕ мар. Ахаль те хуплантăмăр ĕнтĕ сирĕнпе, ниепле те тăна кĕрейместĕр.
— Çапах та, мĕнле виле пулнă вăл, тухтăр? — унăн сăмахне илтмен пек тепĕр хут ыйтрĕ Леонид.
— Ытах пĕлессĕр килсен, каласа парăп эппин: çыннине хуларан 70 çухрăмра, Кырен çулĕ çинче, тупнă. Шофер пулнă вăл. Эпĕ ăна хам пăхса тĕрĕслерĕм. Шăнса вилнĕ... ăнсăртран... Хăрушла вилĕм: çул çинче машинин хăрах кустăрми шăтнă та, вăл, домкрат лартса, камерăна улăштарнă. Унтан домкратне илме тăнă чухне аллине ăнсăртран рамăпа домкрат хушшине хĕстерсе лартнă. Унта савăл пулнă, савăлне çапса кăларнă вăхăтра аллине илсе ĕлкĕреймен. Çанталăкĕ халь, хăвăр пĕлетĕр, питĕ сивĕ тăрать. Çул çинче никам та иртсе каякан пулман. Кузов çинче йывăр тиев, ăна ăçтан-ха пĕччен çĕклетĕн... Çапах та мĕн тума кирлĕ ку сире?
Леонид сăмах чĕнменнине кура, фельдшер тепĕр хыпар каласа пачĕ:
— Тата тайгаран таврăнакан пăр лава темĕнле шофер ăнсăртран пырса çапнă тет, — чăнах та, аманни-вилни пулман, — çуна ӳречисене вара пĕтĕмпех хуçса пĕтернă, тет.... Пĕр тесен, ăнланмастăп, кусем мĕн тума кирлĕ сире?