Вăрман — ем-ешĕл тумлă тинĕс,
Ма хумханан, мĕн шухăшлан?
Туму çинче — вылять çĕр пин тĕс,
Чĕлхӳ çинче — пин юрă сан.
Чăн улăпсем пек, юнашаррăн
Çĕкленнĕ юмансем парка.
Эс калăн, салтакла патваррăн
Вĕсем строя-шим тăнă кар?
Раççей вăрманĕ! Эс ахаль-и
Сывлатăн ассăн хушăран?
Хул-çурăму сурать сан халĕ, —
Пит сусăр юлтăн вăрçăран.
Етре е бомба уламан-и
Кунта çурас пек хăлхана:
Вут-çулăм, тĕтĕм явăнман-и
Кĕл хупламан-и тăпрана!
Е йывăç юлнă пĕр туратсăр,
Урасăр-алăсăр çынла;
Е кăмрăкланнă тайăлмасăр,
Е ӳкнĕ паттăр салтакла.
Фашист эшкерĕ пит алхаснă,
Йăлт пĕтерсе тăкас тесе,
Вăл шелсĕр вилĕм вучĕ янă
Ем-ешĕл тумлă кĕтесе.
Халь кам-ши шутласа кăларĕ
Мĕн чул юман çухалнине?
Чĕр вулăрах тупатпăр мар-и
Паян та тимĕр ларнине!
...Яш-кĕрĕм евĕр, юнашаррăн
Ӳсеççĕ ешĕл йывăçсем.
Утаççĕ пек стройпа патваррăн
Кун-çул хуралĕнче вĕсем.
Кашла, вăрман! Мускав вăрманĕ!
Мăнаçлă юрруна тăссам!
Эс туслăх тымарне яман-и, —
Вăл тарăн, ĕмĕр çирĕп сан!