«Анне!», «Анне!» — йынăшса вăранса кайрĕ Хресне. «Ах, турă, ывăлăм, каллех усал тĕлĕк курса вăрантăн-и-ха ĕнтĕ», — пуçĕнчен лăпкаса ачашларĕ ăна амăшĕ. «Анне, эпĕ тĕлĕкре çăкăр куртăм. Пысăккă, сап-сарă тата унран питĕ тутлă шăршă кĕрет», — пăшăлтатрĕ ача амăшĕ çумне йăпшăнса. «Çăкăр... Ăçта-ха ĕнтĕ вăл пирĕншĕн, акă часах аçу йĕкел пуçтарса килет. Авăртăпăр та çăкăр пĕçерĕпĕр. Сан тĕлĕкӳнти пек сап-сарă пулас çук та вăл, çапах та ячĕ — çăкăр-çке. Эх, мĕнле ӳстерсе çын тумалла-ши сирĕнтен, ачамсем. Хамăн кашни чăмлака парăттăмччĕ эпĕ сире», — вăрттăн куççульне шăлса пăшăлтатрĕ амăшĕ.
Хресне çемьере иккĕмĕш ача. Асли — Микка, 14-ра ĕнтĕ. Вăл килте пур ĕçе те тума пĕлет. Амăшĕ кӳршĕри пуян Петĕр патĕнче ĕçленĕ чух килте выльăх-чĕрлĕхпе те тăрмашать, вуттине те хутать, Хреснене те апат пĕçерсе çитерме манмасть. Акă ашшĕ те килчĕ. Вăл темшĕн йывăррăн сывланине пĕрре курсах сисрĕ Хресне. Темшĕн, хăй те ăнланмасть çакна, анчах та хăш чухне темĕнле ăнланмалла мар пулăмсем пулса иртеççĕ унпа. Акă, иртнĕ эрнере, хирĕçре пурăнакан Алтатти аппа сасартăк вилсе кайрĕ. Вăл виличчен çеç унпа урамра хирĕç пулчĕ Хресне. Яланах ачана юратса пăхакан Алтатти аппа темшĕн питĕ мĕскĕннĕн курăнчĕ, ачана сывлăх сунса пуçĕнчен ачашларĕ те малалла утса кайрĕ. Пĕр-икĕ утăм пек тусан темĕнле вăй Хреснене каялла çавăрăнтарса пăхтарчĕ. Хресне шикленсек кайрĕ. Алтатти аппан пуçĕ тăрринче темĕнле тĕлĕнмелле шурă кайăксем вĕçеççĕ. Умра вара темĕнле çутă хĕрес вĕçет...
Куçне йăваласа илчĕ те ун чух Хресне часрах каялла килне чупрĕ. Ирхине вара амăшĕ шăппăн макăрнипе вăранса кайрĕ вăл. «Эх, турă, пурăнмаллаччĕ-çке унăн. Мĕншĕн ирех пирĕнтен уйрăлса кайрĕ-ха вăл». Малтанах ăнланса илеймерĕ-ха вăл амăшĕ кам çинчен каланине. Анчах ашшĕпе амăшĕн малаллахи калаçăвне илтнĕ май йăлтах ăнланчĕ: Алтатти аппа вилсе кайнă иккен. Çавăнтанпа темшĕн пăртак шикленет Хресне. Акă халĕ ашшĕн сăн-сăпатне курчĕ те хăраса кайрĕ: «Нумаях пурăнаймасть, часах вилет», — темĕнле шалти вăй ăна çак сăмахсене калама хистерĕ. Хресне сăх сăхса илчĕ, анчах ăна пӳрнисем итлесшĕн пулмарĕç. Хресне макăрса ячĕ. Ашшĕ пырса ăна ăшшăн ыталарĕ, вăрмантан татса килнĕ çырлана алли çине хурса пачĕ.
«Хресне! Микка! Сирĕн аçу ав çав çырма пуçĕнче выртать! Айтăр часрах!!» — чуна çуракан сăмахсем уйри çĕрулми пуссинче крахмал пуçтаракан ачасене шартах сиктерчĕç. Чăн малтан Микка тăна кĕчĕ. «Атте!» — тесе кăшкăрса ячĕ те вăл çырма еннелле тапса сикрĕ. Ун хыççăн — Хресне. Чăнах та мĕн. Вĕсем çитнĕ çĕре ашшĕне лаша çине йăтса вырттарнăччĕ ĕнтĕ. Ашшĕ сывламаннине курсан ачасем шариех кăшкăрса макăрса ячĕç.
Вăл вăхăтра шăрăха пула ял çыннисен тырри-пулли те çукчĕ, çумăр çуманнипе вĕсем йăлтах типсе ларнăччĕ. Çумăрĕ çумасть. Хĕвелĕ хĕртет. Ял халăхĕ выçлăх пуласса сиссе йĕкел пуçтаратчĕ, мăян авăртатчĕ. Çумăр çуманнипе килти тарасасем те типсе ларнăччĕ ун чух. Хресне ашшĕ, вăрманта çӳренĕ чух темĕнле çăл патне çитсе тухни çинчен каланăччĕ-ха пĕр кун. Хăй вилнĕ кунхине те пĕчченех çав çăла чавса пăхма шутланă вăл. Чавнă-ха вăл пăртак, анчах тем амакĕ пулнă ăна, шывĕ тухичченех вилсе выртнă вăл.
Пĕтĕм ял халăхĕпе ăсатрĕç ăна юлашки çула.
Ашшĕ вилнĕ хыççăн Хресне темиçе хутчен те çав çăл патне çитсе килме шухăш тытрĕ, анчах ăна кашнинчех амăшĕ ямарĕ. Упăшки вилнĕ хыççăн самаях хавшанăскер, хăш чух кунĕпе те килтен тухаймарĕ, е тухсан та инçех çӳреймерĕ.
«Ачамсем! Киилĕр-ха хам çумарах!», — чĕнчĕ пĕррехинче вĕсене амăшĕ. Тин çеç ыйха путнă ачасем куçĕсене йăваласа амăшĕ патне пычĕç. Амăшĕ çине пăхнă Хреснен пĕтĕм ыйхи вĕçсе кайрĕ. «Юлашки сăмахсем... Нивушлĕ анне те пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса каять... Акă каллех çав кайăксем вĕçсе килчĕç... Каллех çав хĕрес...» Хресне мĕнпе те пулин пулăшас пек амăшĕ çине пăхрĕ. «Ачамсем... Пил сире. Каçарăр, çитĕнтереймерĕмĕр сире. Хресне! Аçу тупнă çăлла ан пăрах! Вăл — пĕртен-пĕр çăлăнăç ял çыннисемшĕн. Часах акă пирĕншĕн тата та хăрушăрах вăхăтсем çитĕç. Каçарăр, ачамсем!» Амăшĕн шалтан хăйăлтатса тухакан сасси Хреснене шартах сиктерчĕ. Хăйсем хăр-тăлăха юлнине ăнланса илнĕ ачасем шариех кăшкăрса макăрса ячĕç...
Чылай вăхăт иртрĕ унтанпа. Хресне те ӳссе каччă пулчĕ. Микка вара, ялти чи пуян Петĕр хĕрне качча илнĕскер, шăллĕпе пачах та калаçми пулчĕ. Хăйĕн патне пырсан та унпа тарçăпа калаçнă пек çеç калаçрĕ. Ашшĕпе амĕшĕн вил тăпри çине кайса миçе хутчен макăрман-ши Хресне. Масар çинчен тухса каяс умĕн кашнинчех каялла çавăрăнса пăхать Хресне. Кашнинчех вара ăна масар карти умĕнче унăн юратнă ашшĕпе амăшĕ тăрса алă сулса ăсатса яраççĕ. «Çăл çинчен ан ман... Вăл сире çăлăнăç паракан пĕртен пĕр çăлкуç... Хăрушлăх сирĕн умра...», — теме систерсе кашнинчех ăсатать ăна амăшĕ.
1941 çул.. Кӳршĕ ялти Çинук патĕнчен килекен Хресне савăнăçлăн шăхăркаласа килнелле утрĕ. «Вăрçă!», «Вăрçă!» — тесе кăшкăрса чупакан Нинук аппан сасси каччăна шартах сиктерчĕ. «Нивушлĕ... Вăрçă... Анне мана кун çинчен тĕлĕксенче пĕрмаях аса илтеретчĕ... Каллех хăрушă çулсем... Вилĕм... Çăлкуç...» Хреснен куçĕ умне сасартăк ашшĕн сăнĕ тухса тăчĕ. «Ачам, çăл çинчен манса ан кай... Вăл сире шанăç парĕ»...
Ялти пĕтĕм вăй питти çамрăка, арçынсене вăрçа илсе кайма пуçларĕç. Хресне те тахçанах повестка кĕтет, анчах та ăна нимĕнле те çак хута килсем памарĕç.
Шартлама сивĕ... Ытла та сивĕ пулнипе кайăксем те ӳксе виллеççĕ. Çынсен каллех çимелли пĕтсе çитрĕ, ĕçмелли шыв та çук...
«Ачам, Карăк çырми патĕнче, пысăк йăмрасем çумĕнче, тапса тăракан çăл пур. Кай çавăнта, тултар унти шыва, сире вăл сиплĕх парĕ. Вăрçă хирне тухса каякансене вара çак çăлти сиплĕ шыва ĕçтер. Усси пулĕ...» — ашшĕн сăмахĕсем Хреснене ыйхăран вăратса шартах сиктерчĕç.
Чăнах та, ял çыннисем аптăрасах çитрĕç ĕнтĕ. Çимелли те, ĕçмелли те çук...
«Çук, капла пулмасть, ял çыннисене йывăрлăхран çăлмаллах...».
Хресне çумĕнче выртакан арăмне вăратас мар тесе шăппăн тăчĕ те алла кĕреçе тытса Карăк çырми еннелле утрĕ.
Тĕксĕммĕн, кичеммĕн кĕтсе илчĕ ăна Карăк çырми. Тул çутăличчен пăртак та пулин малалла чавас тесе кĕреçине çĕр çине пĕтĕм вăйран тăрăнтарчĕ Хресне.
Шурăмпуç çутала пуçларĕ. Хресне вара шав чаврĕ те чаврĕ. «Ачам! Кĕтсех тăр. Часах çитетпĕр...». Ашшĕн сăмахĕсем Хресне пуçĕнче çиçĕм пек хăвăртлăхпа çиçсе илчĕç «Нивушлĕ... Ку çăл ял çыннисене питĕ те кирлĕ-çке! Вăл пĕртен-пĕр шанчăк!»
Хресне хăйĕн вăйĕ пĕтсе килнине сисе пуçларĕ. Сивĕпе ĕнтĕркенĕ аллисем кĕреçе аврине те тытайми пулчĕç ĕнтĕ. Пуç çаврăнать... Ăша темĕн пĕçертет... Акă аялтан, çĕр тĕпĕнсен, шыв тапса тухрĕ... «Шыв... Тупрăм эпĕ сана... Анне... Эпĕ сирĕнпе...»
Кăнтăрла иртсен тупрĕ Хреснен шăнса кӳтнĕ виллине ял халăхĕ Карăк çырми çумĕнчи çăл кутĕнче. Аллинче — кĕреçе... Çумĕнче вара — тапса тăракан çăлкуç...
Халĕ те çак çăла Хресне çăлкуçĕ теççĕ. Мĕншĕн тесен вăл хăйне темĕнле йывăр пулсан та çак çăла упраса хăварма май килтерчĕ, ял çыннине йывăр вăхăтра пулăшу кӳме пултарчĕ...
Халапĕ
Кашни ял вăл — уйрăм çĕршыв. Кашни çĕршывăн хăйĕн пурнăçĕ, йăли-йĕрки, юрри-ташши, калаçăвĕ, ĕçĕ-хĕлĕ. Пур çыншăн та çуралса ӳснĕ вырăнсем мĕн пĕчĕкрен паха та ырă. Хитре вырăна вырнаçнă ман тăван ялăм та. Пучинке ялĕ икĕ пайран тăрать тейĕн: пĕр пайĕ çырма тăрăх айлăмра вырнаçнă, тепĕр пайĕ тӳремлĕхре тата сăртлăхра. Кирек мĕнле ялăн та çыру палăкĕсене ӳкерĕнмен фактсем çинчен калакан ял халапĕсем пур. Вĕсене тĕпчени халăхăн историлле кун-çулне тата чĕлхе аваллăхне тарăнрах пĕлме пулăшать. Пурнăç малалла шунă май топонимсен ячĕсем те улшăнса çĕнелсе пыраççĕ. Тăван вырăнсене аван пĕлни пире çутçанталăка юратма, ăна хисеплеме, пуянлăхне хаклама, вĕсемшĕн савăнса мăнаçланма вĕрентет.
Пирĕн ял район центрĕнчен, Йĕпреçрен, 18 çухрăмра вырнаçнă. Пучинке Хусан кĕпĕрнин Çĕрпӳ уесĕнчи Хурамал вулăсне кĕнĕ. Паянхи куна илсен ялта 500 кил хуçалăхĕ, ял йышĕ 1543 çын. Ялтан пĕр çухрăмра Йĕпреç — Канаш шоссе, 5 çухрăмра чукун çул иртет.
Яла илем кӳрекеннисем вара — çырма-çатра, сăрт-ту, пĕве-кӳлĕсем, вăрман-катасем, çăл шывĕсем, урамсемпе тăкăрлăксем. Чĕремшĕн виçесĕр хаклă тăван кĕтес илемне пĕрле тĕпчесе упраса хăварасчĕ. Ахальтен мар аваллăхсăр малашлăх çук теççĕ.
Пирĕн ялта та тĕрлĕрен халапсем çӳреççĕ. Эпĕ вĕсенчен пĕрин çинчен çырса кăтартасшăн.
Карăк çырми вăрманĕ авал карăксем чылай пулнипе палăрса тăнă. Кунта йывăçсем, катасем, тĕмсем питĕ нумай пулнă. Çынсем ку вăрмана килме те шикленнĕ. Мĕншĕн тесе кунта арçурисем, тĕрлĕрен усал япаласем пурăнаççĕ тесе шутланă. Карăк çырми çумĕнче вара, ватă йăмрасем патĕнче, Йăмрасен çăлли пур. Çакăнти çырмана вара Хресне çырми теççĕ. Мĕншĕн тесен ку çырмара вăрçă çулĕсенче, Хресне ятлă çын шăнса вилнĕ теççĕ. Вăл кашни каçах, ял шăплансан, тĕрлĕрен сасă кăларса уланă, çынсен сехрине хăпартнă. Хăй шăнса вилнишĕн кам та пулин айăплă пек туйса тăтăшах сехĕрлентернĕ.
Пĕр вăхăтра ял халăхĕ унталла кайма та шикленнĕ. Ача-пăчасем вара хăйсене Хресне çырманалла сĕтĕрсе кĕрсе каять тесе çав тери хăранă.
Ватă çынсем каланă тăрăх, Хресне усал çын пулман, вăл ял халăхĕшĕн тăрăшса çав çырмара шăнса вилнĕ иккен. Мĕншĕн... Эпĕ халĕ сире çак халапа каласа парасшăн...
Халап çăлкуçĕ: Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнче пурăнакан 67 çулхи Илья Анисимович Тарасовран 2009 çулта çырса илнĕ.