Чун-чĕре пахчинче янăран савнă сасшăн
Юрату чечекне эп ӳстертĕм: шăвар.
Эс тиркерĕн ăна. Чулланать вăл — хăтар!
Шелсĕр кăмăл хĕлне ма эс вĕçĕм тăсасшăн?
Ман чечек çухатмарĕ тĕсне пурпĕрех,
çеçкисем, чӳхенмесĕр, кристалл пек хĕмленчĕç.
Чĕрене ăшăтмарĕç. Çакна эс пĕлсемччĕ,
унăн сивĕ çути çӳçентерĕ пирех.
Чĕрĕлмест, чӳхенмест çак чечек нихăçан:
йăмăх хĕрлĕ çути пурпĕр çĕтмĕ асран,
йывăр шухăш килсен, кăмăла вăл пусарĕ.
Чул чечек ман чунра! Тыт — ална ыраттарĕ.
Хăçанччен, чул чечек, эс йĕрлетĕн куçран —
юратун ăшăтман, ӳксе ваннă сăнарĕ?