Якур Яжуков ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухсан яла таврăнчĕ. Ăçта ĕçлес пирки сăмах тапратсан: "Ненай", — пуçне пăркаларĕ йыснăшĕ. Колхоз правленине çитрĕ. "Сана колхоз вĕренме яман", — терĕ ăна кĕске мăйлă бухгалтер.
Вăл киле килме тухрĕ. "Каймаллах кунтан", — хăнт-хăнт! тапрĕç пуçра юн тымарĕсем. "Тен, каймасан та..." — тенĕ пек илтĕнчĕ тата темĕнле сасă.
Якур куртка кĕсйинчен çĕтĕлме пуçланă пĕлтерĕве туртса кăларса пĕрремĕш хут курнă пек вуларĕ. "Каймаллах", — çирĕплетрĕ вăл хăйне.
Тӳпери çăлтăрсем пăлханнă кил-çуртра çĕрĕпе çутă сӳнмен пек ирчченех çунчĕç. Вăрман çийĕнчи сапаланчăк пĕлĕтсене çил килсе шурăмпуç шевли кăшт палăракан тухăçа хăваласа пуçтарчĕ. Пĕлĕтсем пĕр хушă кутăн-пуçăн пăтрашăнса илчĕç те шăпăртах тамалчĕç. Çумăр ӳккелеме пуçларĕ. Уçă тĕлте хĕвел курăнчĕ. Вăл пайăркисемпе çĕр енне мĕн пур вăйран туртăнса унран куççульпе йĕре-йĕре уйрăлнăн туйăнчĕ. "Çумăр çуса ан ятăрччĕ", — ассăн сывларĕ Якур.
Канаш станцийĕнче Çĕпĕрелле каякан пассажир пуйăсĕ çине Томска çити билет илчĕ. Тăкăлтăк-тăкăлтăк туса пычĕç вакун кустăрмисем. Каяс çулу такăр пултăр, ларас вырăну типĕ пултăр текен пулманран-ши, вăл хăй те: "Ну, сывă пул, тăван енăм!" — темерĕ. Чӳречерен тулалла тĕлсĕррĕн пăхса пычĕ.
Турă тĕрĕслĕхе те, туслăха та пĕлмест теççĕ. Вăл мĕн çырнине пур пĕрех курмалла, тӳсмелле. Çавăнпах-и, тен, ыран, виçмине... кайран мĕн пуласси çинчен шухăшламарĕ Якур. Пурнăçра пулса иртнисем татăкăн-татăкăн куç умĕнче чупса иртрĕç.
Хăй вăхăтĕнче ешĕл çимĕç паха. Çартан килсенех ялти фельдшер пунктне ĕçлеме килнĕ Улатăр хĕрĕпе мăшăрланчĕ Якур. Амăшĕ уншăн савăнчĕ. "Кине серте яшки пĕçерсе çитерем-ха", — шухăшларĕ вăл. Каçхине пӳрте техĕмлĕ шăршă сарăлчĕ. Кинĕ чашăка пăтратса пăхрĕ те упăшкине: "Мĕн, эпир сысна-им?" — терĕ. Кашăка сĕтел çине шакăрт хучĕ. "Хĕрĕме каланине кинĕм илттĕр", — тенĕ пекех пулса тухрĕ ку! Хунямăшĕ хирĕç темĕн калас шухăшлăччĕ. Шарламарĕ.
Пĕр ирхине вĕсен тĕлне груз турттармалли автомашина пырса чарăнчĕ. Пӳрте арăмĕн ашшĕпе амăшĕ кĕрсе тăчĕç.
— Ăçта капла ирех? — тĕлĕнчĕ Якур.
— Сире илме! — тавăрчĕ хунямăшĕ.
— Пире илме?
— Мĕн пĕлмĕше перетĕн тата? — ун умне пырса тăчĕ арăмĕ.
Арăмĕн япалисене часах автомашина çине тиерĕç. Амăшĕ куçне шăлкаласа ывăлне ăсатма урама тухрĕ. Якур ăна кăкăрĕ çумне çупăрларĕ.
— Атя, лар часрах! — кăшкăрчĕ арăмĕ.
Якур ун çине хулпуççи урлă пăхса илчĕ те ун енне аллине ласт! сулчĕ...
Вакун кустăрмисем пĕр вĕçĕмсĕр шакăлтатаççĕ. Якур ал сехечĕ çине пăхрĕ те вырăн таврашĕ кайса илчĕ. Выртса тĕлĕресшĕн пулчĕ.
Пурнăç, пурнăç... Этем пурнăçĕ, тепĕр тесен, çĕрлехи çул пекех. Çĕрлехи çул çĕр тĕслĕ.
Томск Якур Яжукова кĕрхи çӳçентерекен çилпе кĕтсе илчĕ. Автобус станцийĕ çĕрле ĕçлемест те — чукун çул вокзалĕнче çĕр ирттерчĕ. Ирхине:
— Бакчара каякан пур-и? — терĕç.
Унта пурăнакан çын пек:
— Пур! — кăшкăрчĕ Якур.
Бакчар — район центрĕ. Томскран унта çитме автобуспа çурçĕрелле пилĕк сехете яхăн каймалла. Çул тăршшĕпех вăрман, вăрман... Вырăнĕ-вырăнĕпе сухаланă анасем, вырса илмен тырă пуссисем курăнкалаççĕ.
Якур Яжуков районăн ял хуçалăх управленине çăмăллăнах шыраса тупрĕ. Чăвашран Çĕпĕре çити ĕç шыраса килнине пĕлсен вăтам çулти арçын куçлăхне хывса шухăша кайса ларчĕ, пуçне ывăç тупанĕпе сăтăрса илчĕ. Унтан такам патне шăнкăравларĕ. Сăмах хăй çинчен пынине Якур калаçуран пĕлчĕ.
— Авланман. Пĕччен, — çапла каласа тухрĕ вăл управленирен.
Çĕнĕ ĕç вырăнне, Бородинка ялне, Якур Яжукова парти комитечĕн секретарĕ çăмăл машинăпа хăй илсе çитерчĕ.
— Лайăх ĕçлесен партие илетпĕр, — терĕ çул çинче.
Гараж территорийĕнчи механизаторсен çуртне кĕчĕç. Çын нумайччĕ.
— Паллашăр: Яков Гаврилович Яжуков, — пĕлтерчĕ парти комитечĕн секретарĕ.
Арçынсем шăппăн та, хыттăн та калаçрĕç.
— Тахçанах килмелле пулнă, — терĕ пĕри.
— Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлаканччĕ-ха, — çурма сасăпа каларĕ тепри.
— Курăпăр-ха, мĕнле ĕçлет, — мăкăртатрĕ виççĕмĕшĕ.
Парти комитечĕн секретарĕ кайрĕ. Хăшĕсем саланчĕç.
— Эй, чăваш, сан ентешӳ ку! — терĕ курпун сăмсаллă арçын теприне, Якур Яжуков çине кăтартса. — Магазина чуп! Мĕн, пĕр çур литр шалккă-им сана?
Ку Якура çилĕ килтерчĕ. Пĕр-ик çул кунта ĕçленĕ пулсассăнах вăл унпа урăхла калаçатчĕ пулĕ-ха. Ĕçлеме те йышăнман та... Шăлне çыртрĕ çеç.
Якур Яжукова ял вĕçĕнчи шифер витнĕ тăватă чӳречеллĕ кивĕрех тăрăхла пӳрте пачĕç. Тахçан такамсем пурăннă кунта. Тăрри йăтăнса аннă вите тавра пӳ çуллĕш вĕлтĕрен ӳсет. Юнашарах хăмăш пуснă пĕчĕк пĕве. "Кăна тӳрлетсе лартмалла'', — терĕ Якур чалăшнă алăк кăптине пырса тĕксе.
Пĕчĕкрех хĕрарăм пӳрте пушă витре йăтса кĕчĕ. "Мана Петровна теççĕ. Кантур технички эпĕ", — хăйпе паллаштарчĕ вăл. Вăлах пӳрте те тирпей кĕртнĕ иккен.
— Шыв патне çавăнти çăла каймалла, — чӳречерен пырса кăтартрĕ Петровна Якура.
Шыв ăснă çĕре пĕр арçын пычĕ.
— Аван-и? Илтрĕм-ха килнĕ тенине, — сăмах хушрĕ вăл чăвашла. — Тен, пĕр йăх çыннисемех эпир санпа?
Вăл Якура хăйсен тĕлне кăтартрĕ, хăнана чĕнчĕ.
Совхозăн тĕп усадьби — Плотниково. Вăл Бородинкăран çирĕм пилĕк çухрăмра. Çитмĕлмĕш çулсенче икĕ уйрăмран тăракан Калинин ячĕллĕ совхоз чăмăртаннă.
Бородинка — Икса юхан шывĕ хĕрринчи вăрманти ял. Уйрăмах кĕркунне, вăрман хĕрлĕ, сарă, кĕрен тĕссемпе сăрлансан, вăл чечек кăшăлĕ ăшĕнче ларнă пек курăнать. Ун пек ялсем юхан шыв тăршшĕпех пулнă: Мальковка, Платоновка, Ипатовка... Халь вĕсем çук. Ячĕсем çеç асра юлнă. Бородинкăна тăршшĕпе утса тухсассăн та катăлман пĕрене пуçлĕ пĕр пӳрт те тупаймастăн, мĕншĕн тесен ку çуртсене çав ялсенчен куçара-куçара килнĕ. Çĕнĕрен тунисем кашни урамра ик-виçĕ çуртран ытла мар.
Ял çыннисем те тĕрлĕрен. Якур Яжуков кӳршиех акă — Пермь вырăсĕ.
Яла çак юханшыв хĕррине килсе ларса чăн малтан тĕтĕм кăларнă çын ятне хунă.
Якур çĕрĕпе те лайăххăн куç хупмарĕ. Пуçĕнче шухăшсем карталанчĕç. Кăвак çутăллах кантура кайрĕ. Петровна кăмака хутса янă. Урай çуса тухнă.
— Ну, мĕнле çĕнĕ вырăнта, пуçлăх? — кăсăкланчĕ вăл.
— Тĕлĕк курăнмарĕ, — тавăрчĕ Якур.
— Турра шĕкĕр!
Нумай тытăнса тăмарĕ Якур кантурта. Фермăна çитрĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансене чĕнсе калакан транспарант çапнă çурт умĕнче чарăнса тăчĕ. "Малашне хам хуçа", — тенĕ пек алăка яри уçса кĕчĕ. Куç умне политбюро членĕсен сăнесем шăкăрин тухса тăчĕç. Кăштахран витене çитрĕ, совхоз слесарьне автопоилкăсем юсама пулăшрĕ.
...Кантур умĕнчи хурăн саралчĕ те, симĕсленчĕ те. Якур Яжуков Бородинкăна ĕçлеме килнĕренпе паян шăпах пилĕк çул çитрĕ. Киле каймасăр ĕç сĕтелĕ хушшинче ларчĕ вăл. Çырчĕ. Шутларĕ. Темиçе хутчен те тĕп усадьбăна шăнкăравларĕ. Такампа калаçрĕ. Такама ятлаçрĕ: "Мĕнле çук? Хăçан пулать?"
Якур йывăррăн сывласа илчĕ. Сĕтел сунтăхĕнчен тетрадь кăларчĕ те: "Юпа. 1995 çул. Тыр-пула пĕтĕмпех пухса кĕртмен. Сĕрмĕлли тата çунтармалли япаласем çук. Комбайнсем лараççĕ", — тесе çырса хучĕ. Кам валли? Раççее ăнланас тесен таçта кайса çӳреме те кирлĕ мар. Бородинкăра çеç пулмалпа.
Çынсем хуçалăх ĕçне хутшăнми пулчĕç. Ахальлĕн камăн ĕçлес килтĕр? Пулă, мăк çырли, кедр мăйăрĕ сутса укçа тăваççĕ. Тĕслĕ металран тунă детальсене техника çинчен кăлара-кăлара илсе аяккалла ăсатаççĕ.
Халăх анкă-минкĕленсех кайрĕ. Ферма выльăхĕсене вăрлама пуçларĕç. Пĕр пухура Якур Яжуков кун пирки хытах каларĕ. Каçхине вара килне пырсах: "Шăпăрт тăр, ан шарла", — асăрхаттарчĕç ăна,
...Якур Яжуковăн йыш хушăнчă. Иккĕмĕш арăмĕ ывăл çуратса пачĕ. Халь хуньăшĕпе пĕрле чылай пыçăк ферма тытать. Якур, сăпкара çывăракан ачи çине кăмăллăн пăхса: "Манăн пĕчĕк фермер ӳсет-ха", — терĕ.