Сарăлса пырать вăл анлăн,
Кĕмĕл евĕр çутатса,
Янăравлă шăнкăравлăн
Вăл юхать авкаланса.
Тӳпене пăхать ыр куçлăн,
Симĕс тумлă ту çине.
Хумĕсем ун умлăн-хыçлăн
Талпăнаççĕ çыр енне.
Васкаса чупать сатуррăн,
Атăлта ун — канмалли.
Вăл хывать илемлĕ юрă
Çеçкери садсем валли.