Автобус килсе çитрĕ. Алăк патнелле пĕр утăм турăм çеç – шала кĕрсе те тăтăм. Халăх лăк тулли. Пур енчен те хĕстереççĕ – пăркаланмалли те çук. Тепĕр чарăнуччен епле те пулсан чăтас терĕм. Акă, пĕри ман çине (эпĕ пĕчĕккине кура ĕнтĕ) сумкине хăпартса лартрĕ. Çăвара теприн чаплă шарфĕ кĕрсе кайрĕ те пăкăласа лартрĕ. Кăшкăрас тетĕп – сас тухмасть.
– Юлташсем! Совĕç пур-и сирĕн е çук! – эпĕ мăкăртатнине никам та илтмест.
Кăшт вăхăт иртсен ман çумран çынсем пăрăнасшăн пулнине туйса илтĕм. “Мана ӳсĕр теççĕ-ши кусем? – шухăшлатăп хам ăшра – Эппин, мĕн пулать те, мĕн килет”.
Эпĕ татах хытăрах мăкăртатма пуçларăм. Пĕрне хул пуççипе ура пĕççинчен тĕртсе илтĕм. Леш вырăнтан та хускалмарĕ. Теприне уринчен тĕкетĕп. Каллех усси пулмарĕ. Кун пек май килмест. Урăх мĕн те пулин шутласа кăларас. Мăкăр-мăкăр! тăватăп хам ăшра. Çăвара уçаймастăп – унта шарф.
– Эй, юлташсем, автобусра такамăн йытти намордниксăр, – терĕ такам.
“Мĕнле йытă? Эпĕ йытă мар”, – тесе кăшкăрасшăнччĕ пĕтĕм вăйран. Çав вăхăтра чаплă духи шăрши кĕрекен пальто мана хупласа хучĕ. Пĕр хушă сĕм тĕттĕм пулса тăчĕ. Эпĕ вара юнашар тăракансене пĕрне, теприне чĕпĕте пуçларăм.
– Ай-уй, камăн йытти ку? Çыртать вĕт! Милицие пĕлтерес, – тесе шăв-шав çĕклерĕç.
– Тен, урнă йытă вăл? – илтĕнчĕ çӳлтен хăранă сасă.
Автобусри халăх хумханса кайрĕ: кăшкăрашаççĕ, тĕрткелешеççĕ. Ниçта кайса кĕрейместĕп. Çăварти шарфран тинех хăтăлтăм. Сывласа ярса кăшкăратăп:
– Пуç çинчи сумкăна илĕр тархасшăн! Йытă мар эпĕ, йытă мар! Илĕр сумкăра!
Тинех пуç çинчи сумкăна илчĕç, анчах каçару ыйтакан пулмарĕ. Мана çаплах никам та асăрхамасть. Ĕненмеççĕ-ши кусем. “Эпĕ те сирĕн пек пассажирах!” –тесе калас килет. Тен, ман йытă тирĕнчен çĕлетнĕ çĕлĕк айăплă.
– Кам эсĕ? – тăрук такам çӳлтен асăрханса ыйтрĕ.
– Çын эпĕ! Ик ураллă çын!
– Ĕненместпĕр сана! – кăшкăрчĕ каллех.
– Кам пире халь кăна çыртасшăнччĕ?
Ĕненмелле мар япала.
– Çыртман эп сире! Эсир мана чутах хĕстерсе вĕлереттĕр вĕт.
– Кăларăр-ха мана хăвăртрах кунтан! Эпĕ çуранах утатăп.
– Тен, вăл чирлĕ, – татах илтĕнчĕ çӳлтен паçăрхи сасă.
Автобус чарăнчĕ.
– Ан хăвăртрах! Акă ветеринари станцийĕ, – терĕç те мана автобусран кăларса ывăтрĕç.