Çӳресе çинçелмен çӳрен ут...
Лар, савни, вĕçтерер пĕрех хут!
Ытарса илейми чечен ир,
Куçпала виçейми çеçен хир...
Лар часрах! Ăш вăркать, ăш çунать...
Кукалет - çул ыйтать çил çунат.
Эреветлĕ чаршав пĕлĕтсем
Уçăлайччăр эпир вĕçнĕçем.
Шăпăрне çухăртса çил ачи
Чуптăр пирĕнпеле катаччи.
Тусран тус лайăхрах, çил-тăмак!
Ирĕк, ирĕк!..
Тăван, мĕн тăвам?
Янкăс чун ямшăкла кăтăртса,
Е ярам-и ши-ши! шăхăрса?
Тапса сиктĕр маттур çӳрен ут,
Пăхса юлтăр, ан тив, çичĕ ют.
Камăн çулĕ пире хирĕç мар —
Ларкăча тус-йышла сиксе лар!
Савнăç, савнăç!
Чупту, ытала!
Ямшăк тус, хулленрех хăвала...
Киленсе куç хупса иличчен
Ялăм юлнă таçта çитиччен.
Юр ӳкет-и лапка та лапка...
Пурнăç, пурнăç, ытла ан васка!
Çамрăк ĕмĕр — самант.
Ун парни —
Çут шăнкăравлă кĕç-вĕç çăварни.