Шурă йăмрасем кăшт та хускалми лараççĕ, пас пĕрчисене - пĕрне те - ӳкересшĕн мар пек. Пӳрт мăрйисенчен мăкăрланакан тĕтĕм юписем тӳпене кармашнă. Сивĕ.
Кăчăрт-кăчăрт, кăчăрт-кăчăрт! кăчăртатать ура айĕнчи юр. Пĕр урамра çын утни тепĕр урама илтĕнет.
Ашшĕпе юнашарах танкăлтатать Юра. Çапах та унăн пĕчĕк çех хура çăматтисен айĕнчи юр пĕртте кăчăртатмасть, çемçен нăтăртатать кăна. Йĕрĕ те палăрмасть. Ашшĕн аттисем çул хыттинех шăтара-шăтара кĕреççĕ. Пысăк çав Юра ашшĕ. Унран çӳллĕ те тĕреклĕ çын Юра курман-ха. Юра çакна та лайăх пĕлет: ашшĕ ун уçă кăмăллă.
Вăл лăпкăн калаçать. Хирĕçме юратмасть. Паян та акă, пӳртрен тухас умĕн, ĕçе çӳренĕ чухнехи пекех çăм свитерĕпе кĕске кĕрĕкне тăхăнасшăнччĕ вăл. Юра амăшĕ çакна асăрхарĕ те: «Сан, - терĕ, - мĕн, урăх ним те çук-и? Клуба каятăн пуль»... Юра ашшĕ пĕр сăмахсăрах вара чăн-чăн уява пуçтарăннă пек тумланчĕ.
Пуçĕнче унăн хура çăм çĕлĕк, çийĕнче йăлтăркка хăмăр çухаллă тĕксĕм пальто. Пальто айĕнчи шурă йăрăмлă костюмĕ те, хĕрлĕ шарфĕ те, шурă кĕпи те -пурте халь унăн вĕр çĕнĕ.
- Чаплă пухăва лайăх çи-пуçпа пынине ним те çитмест, - терĕ Юра амăшĕ вĕсене ăсатнă чух. - Эп те пырăттăм та, шкула каймалла. Питĕ итлес килетчĕ...
Юра амăшĕ - учительница. Ялтах вĕрентет. Ашшĕ - тракторист та, комбайнер та. Паян клубра колхоз пухăвĕ пулать. Унта Юра ашшĕне парне памалла. Хăй ун çинчен пĕлмест-ха, Юра амăшĕ пĕлет. Çавăнпа Юрăна пухăва яма шутларĕ те вăл.
- Ан ашкăн унта, Юра, - ăс вĕрентрĕ вăл ăна. - Ла-а-а-йăх тăнласа лар. Кайран, киле килсен, ху мĕн илтнине мана каласа кăтартăн.
Юрăпа ашшĕ клуб патнелле çывхарнăçемĕн урамра çынсем йышланса пычĕç. Унта та кунта кил карти алăкĕсем уçăлса хупăнаççĕ - чĕриклетеççĕ, шалтлатаççĕ. Çамрăксем те, ватăсем те - пурте Юра ашшĕне сывлăх сунаççĕ. Хăйĕн пӳрчĕ умне тухса тăнă шап-шурă сухаллă мучи ăна аякранах пуç тайса илчĕ. Юра ашшĕ вара çултан пăрăнса кĕрсех ăна алă пачĕ те:
- Мĕнле пурăнатăн, мучи? - терĕ. - Аван-и?
Хăйне çапла хисепленĕшĕн ватă çын хытă савăнчĕ.
- Тавах ырă кăмăлушăн, - тавăрчĕ вăл ăшшăн. - Тавах сана...
Çак сăмахсенех Юра ашшĕне тепĕр çын та каларĕ. Вăл сап-сарă вырăсла хапха алăкне хупнă-хупманах çул çине чупса тухрĕ те Юра ашшĕпе çумăн утма пуçларĕ.
- Тавах сана, Захар Петрович! - терĕ вăл Юра ашшĕне сывлăх суннă хыççăн. - Эсĕ пулăшман пулсан паянччен те йывăç илсе килейместĕм пуль. Халĕ пурте пур: чул та, кирпĕчĕ-цеменчĕ те. Çуркунне лартасах тетĕп пӳрт... Тавах, Захар Петрович! Ӳркенмерĕн. Тăван пек пулăшрăн.
Юра ашшĕ хăйне мухтанине юратмасть. Çавăнпа вăл ăна урăхларах калаçтарма пикенчĕ.
- Эсĕ, - терĕ вăл, - çуртна урама тăрăхла лартасшăн-и-ха?
- Тăрăхла. Хĕвеле хирĕç, урамалла, çичĕ чӳрече кастарас тетĕп. Пӳрт çутă пултăр. Çине тимĕр витес...
Клуба çитичченех çак çын Юра ашшĕпе калаçса пычĕ. Хăй çамрăк-ха: сухалĕн палли те çук. Сасси янăравлă, хаваслă. Сивĕ пулсассăн та вăл кĕске пальто çеç тăхăннă, сарă çăмлă çухавине тăратман, çĕлĕк хăлхисене те антарман. «Мĕнле шăнмасть-ха вăл?» - тĕлĕнчĕ Юра.
Юра палламасть ăна: ялĕ пысăк çав. Ашшĕ ăна та пулăшнă ав. Вăрмантан пĕренесем турттарса панă тракторпа. Тен, ĕç хыççăн, тен, кану кунĕнче кайнă вăл унта. Хăй унчченех ывăннă пуль. Çын ыйтнă та - вăл килĕшнĕ. Çавăн пек вăл. Темле ĕлкĕрет - пурне те усă кӳме, пулăшма тăрăшать. Юратать ăна Юра, çавăнпа шеллет те. Тепĕр чухне ашшĕ, шутсăр вăйлă пулсан та, хытах ĕшеннине Юра лайăх пĕлет.
Астăвать-ха Юра: пĕррехинче, çулла, çĕрĕпе суха тунă ашшĕ ирхине таврăнчĕ те: «Кăштах канас пуль, - терĕ. - Куç хупăнсах ларать». Çук, выртма ĕлкĕреймерĕ хăй. Пĕр хĕрарăм килчĕ те ăна пӳрт хăпартмашкăн пыма чĕнчĕ. Юра ашшĕ вара пĕр тăхтаса тăмасăрах унпа кайрĕ. Унтан вăл тӳрех уя - хăйĕн тракторĕ патне - тухнă, каллех çĕрĕпе сухаланă...
Юра ашшĕне пурте хисеплеççĕ. Юра та ăшă сăмах тем чухлех илтнĕ ун çинчен. Акă клубра пуху пуçланчĕ те ăна президиума суйларĕç.
Ашшĕ вара пĕчĕк Юрăна вырăнтах юлма хушса хăварчĕ те сăрлă урай хăмисене чĕриклеттерсе утса пырса сцена çинчи вăрăм сĕтел хушшине йывăррăн кĕрсе ларчĕ. Пичĕ хĕрелнĕ. Эппин, вăтанать вăл. (Юра çакна тахçанах сиснĕ: ашшĕ унăн вăтансанах хĕрелсе каять.) Хăй çапах-ха лăпкă курăнасшăн. Хускалмасть те. Пысăк аллисене кăтартас мар тесе-ши, вăл вĕсене хĕрлĕ çивиттиллĕ сĕтел айне пытарнă.
Тата хăçанччен ашшĕ çине çеç пăхса ларатчĕ Юра - пĕлме çук. Кĕрен пуставлă трибуна умне тухса тăнă председатель сасси илтĕнчĕ те Юра çавра хăмăр куçĕпе ирĕксĕр пекех ăна тинкерчĕ.
- Юлташсем! - терĕ председатель. Вăл, хуп-хура çăра çӳçлĕскер, хĕрлĕ йăрăмлă шурă кĕпи çинчи шурă хĕрлĕ галстукне сулахай аллипе тӳрлетесшĕн пулнă пек турткаласа илчĕ. Пĕр хушă чĕнмесĕр тăчĕ. - Паян эпир, - каларĕ вăл унтан, - ăмăртура мала тухнă хамăрăн паттăрсене, мухтавлă ĕç геройĕсене, чыслама пухăнтăмăр.
Клуб тулли халăх шăп пулчĕ. Çав шăплăхра председатель сасси кăна илемлĕ кĕвĕ пек янăрарĕ те янăрарĕ. Пурте ăна тимлĕ тăнларĕç.
Малтанах Юра та ăна тăрăшсах итлерĕ, анчах хăй те сисмерĕ - тем вăхăтра çуллахи кунсене аса илме пуçларĕ.
Ыраш вырма тухсассăн ашшĕ ăна пĕрре комбайн кабинине хăйпе юнашар хăпартса лартнăччĕ. Юра аялалла пăхрĕ те хăйне çӳллĕ сăрт тăрринче тăнă пекех туйрĕ. Тавралăх инçе-инçе курăнать. Пур енче те - сап-сарă тырă. Кăчăр-кăчăр-кăчăр, кăчăр-кăчăр-кăчăр! - касса пырать ăна комбайнăн сарлака та çутă çĕççи. Хыçалта сап-сарă улăм куписем ретĕн-ретĕн ларса юлаççĕ. «Манăн вырса пăхасчĕ», - шухăшларĕ Юра ашшĕ икĕ аллипе тытнă штурвал унки çине ăмсанса пăхса. Çакна сиснĕ пекех вара ашшĕ: «Штурвал тыт-ха, ачам, - терĕ. - Кăштах ĕçле ман вырăнта».
Юра сасартăк шикленсе ӳкрĕ. «Пултаратăп-и?» - ыйтрĕ хăйĕнчен хăй ăшĕнче. Çийĕнчех лăпланчĕ. Вăл çакна тавçăрса илчĕ: ашшĕ ăна савăнтарасшăн. Хăй вăл комбайнăн кашни хусканăвне сăнаса пырĕ, ăна пĕртте пăркăлантармĕ. Чăнах, ку çапла пулчĕ те.
- Штурвала эс çирĕп тыт, ан çавăркала, - асăрхаттарчĕ Юрăна вăл.
Лакăмлă-тĕкĕмлĕ пысăк хура унка Юра пĕчĕк аллисемпе пĕтĕм вăйран çупăрларĕ. Пичĕ те хĕп-хĕрлĕ пулчĕ хăйĕн.
Комбайна унăн та ашшĕ пекех тӳп-тӳрĕ çӳретес килчĕ. Тикĕс вырăнта машина чиперех пычĕ-ха. Ăна итлеттерме йывăр мар пек туйăнчĕ Юрăна. Анчах та хăрах кустăрма куçа курăнман шыв çурăкне лăнк! анса ларчĕ çеç - штурвал унки вăрр çаврăнса кайрĕ. Юрать, Юра ашшĕ ăна çав самантрах тытма ĕлкĕрчĕ те комбайна пăркаланма памарĕ.
- Ку ним те мар, - лăплантарчĕ Юрăна вăл. - Хам асăрхаймарăм. - Кăштахран çапла хушса хучĕ: - Санран, ачам, маттур комбайнерах пулĕ... Чипер ӳс кăна.
Ашшĕ комбайнпа е тракторпа ялтан инçе мар ĕçленĕ чух Юра кашни кунах ун патне кайма тăрăшрĕ. Унпа пĕр кабинăра çума-çумăн ларса çӳреме ăна питĕ килтĕшетчĕ. Кайран вăл тĕлĕкре те ашшĕпе пĕрле пĕрре кăна мар тырă вырчĕ, суха та турĕ. Уй-хирте ирттернĕ çав самантсене Юра халь те лайăх астăвать. Пурне те куç умĕнче пекех курать, илтет те.
Акă вăл - трактор кабининче. Ашшĕ сухана тухнă. Кунĕ ăшă-ăшă. Янкăр тӳпе-ре тăри вĕлтĕртетет. Пĕр вырăнтах тăрать-тăрать те аялалла йăрр чăмать, унтан каллех тăрлата-тăрлата çӳлтен çӳле çĕкленме тытăнать. Пачах палăрман темĕнле пусма картлашкисем тăрăх сике-сике хăпарнă пек туйăнать вăл Юрăна. Уйра, плуг пуçĕ хыçĕнче, хура кураксем, чанасем шавлăн явăнаççĕ - хурт-кăпшанкă пуçтараççĕ. Плуг тĕренĕсем, ана кĕтессисенче тĕкĕр пек ялтăртатса, çутă кабинăна тата хытăрах çутата-çутата илеççĕ. Юра ашшĕ савăнăçлă - хуллен шăхăркалать. Юрăна та лайăх-лайăх. Эх, çӳретĕччĕ вăл хăй çак трактора! Пĕчĕккĕ çав. «Ӳсес пулать», - тет ашшĕ ăна.
Пахча хыçĕнче Юрăна вăл антарса хăварать. «Киле каях ĕнтĕ, - тет. - Ыран тата ярăнтарăп. Юрĕ-и?»
Тепĕр кунне Юра ирех пахчана тухса тăрать.
Ашшĕ ăна курать те тракторне чарать, кĕтсе илсе, хăйпе юнашар хăпартса лартать. Хĕпĕртет хăй. Юра çакна тахçанах асăрханă: иккĕшĕ пĕрле чухне ашшĕ яланах хаваслă. Юратать вăл Юрăна. Ăсатса яма кабинăран йăтса кăларать те ăна вăл: «Пы-ы-ысăк пул, ĕçчен пул!» - тесе çӳле-çӳле çĕклет те антарать. Юра та кăмăлĕпе ун патнех туртăнать.
Юра халь те ашшĕ çине пăхать. Ашшĕ те ăна куçран вĕçертмест пекех. Хĕрлĕ сĕтел урлă, малти ретсенчи çынсем урлă Юра еннелле тинкерет вăл. Часах вăл: «Итле, лайăх итле, ачам», - тенĕ пек туйăнчĕ Юрăна.
Çав самантрах, пач кĕтмен çĕртен, ашшĕн ятне илтрĕ Юра. Ăна председатель каларĕ. Хыттăн янăрарĕ ун сасси.
- Захар Петрович, - терĕ председатель малалла та хăватлăн, çĕкленӳллĕн, - пирĕн паттăрсенчен паттăрри. Кам пуринчен ытла сухаларĕ? - Захар Петрович! Кам пуринчен ытла тырă вырчĕ, çапрĕ? Каллех - Захар Петрович! Вăл - пур ĕçре те чи малти. Вăлах - питĕ шанчăклă юлташ та. Çын инкеке лекет - Захар Петрович тӳрех ăна пулăшма васкать...
Çумăрлă кĕркунне инçетри вăрмантан вутă турттарса килекен пĕр трактор ванса кайнă. Тракторисчĕ, çамрăкскер, ăна пĕччен юсама пултарайман. Пулăшма Юра ашшĕ юлнă. Никам хушмасăрах, ыйтмасăрах. Хăй ирĕкĕпе. Çĕрĕпех ĕçленĕ вăл. Лачкам йĕпеннĕ. Шăннă. Юлташне çапах пăрахса хăварман. Тракторне юсаса пĕтернĕ-пĕтернех...
Çаксем çинчен илтрĕ те халь Юра пĕрре хăраса ӳкрĕ (ашшĕшĕн шикленчĕ), тепре - савăнса кайрĕ: «Маттур манăн атте!» - шухăшларĕ вăл савăнăçлăн. Çавна сиснĕ евĕр, председатель те ун сăмахĕсем пекех каларĕ:
- Маттур Захар Петрович! Чăн-чăн маттур!.. Паян эпир ăна правлени йышăннипе акă çак радиоприемника парнелес терĕмĕр. Вăл тивĕç ăна.
Пĕтĕм халăх алă çупса ячĕ. Вăрахчен тăвăллăн янăрарĕ алă çупнă сасă тем пысăкăш клубра.
Çынсене курса Юра та алă çупрĕ.
Ашшĕне çакăн пек хисепленĕшĕн, ашшĕ çав тери маттурришĕн Юра шутсăр хытă хĕпĕртерĕ. Унăн та ашшĕ пекех ĕçчен, чаплă çын пулас килчĕ - питĕ, питĕ! Çав самантра хăйне вăл комбайн штурвалне тытса пынă пек туйрĕ... Вĕçĕ-хĕррисĕр сап-сарă уй. Кăчăр-кăчăр-кăчăр! илтĕнет пĕр евĕрлĕ кĕвĕ Юрăна.
- Атя, ачам, - чĕнчĕ ашшĕ ăна пĕчĕк çеç аллинчен тытса. Ашшĕ çитсе тăнине те, çынсем клубран тухма пуçланине те Юра пачах сисмен иккен. Унăн куçĕ умĕнче ял çумĕнчи хуп-хура аначчĕ. Сухалатчĕ вăл ăна. Янкăр уçă тӳпере тăри юрлатчĕ. Кунĕ ăшă-ăшăччĕ...
Халь, акă, ашшĕпе юнашарах танкăлтатать Юра. Кăчăрт-кăчăрт-кăчăрт! - кăчăртатать ура айĕнчи юр. Сивĕ.
Юрăна пурпĕрех ăшă-ăшă. Вăл ашшĕ пирки шухăшлать. Каллех вăл ашшĕ тырă вырнине, суха тунине курать. Ашшĕ ĕçре хастар пулнăшăн, ăна пурте юратнăшăн савăнать Юра. «Эп те атте пек пулатăп», - тет хăй ăшĕнче. Çавăн çинчен, клубра мĕн курни-илтни çинчен амăшне каласа пама васкать вăл халĕ.
Юр хавассăн кăчăртатать: кăчăрт-кăчăрт, кăчăрт-кăчăрт!.. Ашшĕпе ывăлĕ юнашар утаççĕ. Иккĕшĕ те питĕ савăк.