Дата, календарь, квартал, срок (вăхăт), эра; век — ĕмĕр (
ĕмĕр пуçламăшĕнче — в начале века,
ĕмĕр вĕçĕнче — в конце века);
мгновение (миг, момент) — самант (авăк);
период (промежуток, стадия) — тапхăр (хушă);
эпоха, эра — самана.
Календарный год — çулталăк
Год — çул; в этом году — кăçал;
следующий год, в следующем году — килес çул (или: çитес çул);
прошлый год, в прошлом году — пĕлтĕр (или: иртнĕ çул);
зима — хĕл; хĕлле (зимой — хĕлле);
весна — çур; çуркунне (весной — çуркунне);
лето — çу; çулла (летом — çулла);
осень — кĕр; кĕркунне (осенью — кĕркунне);
наступила зима — хĕл çитрĕ (хĕле кĕтĕмĕр, хĕл ларчĕ);
лето настало (наступило) — çу çитрĕ (çулла çитрĕ, çăва тухрăмăр).
Названия месяцев — уйăх ячĕсем
Январь — кăрлач уйăхĕ (или: январь, январь уйăхĕ);
февраль — нарăс уйăхĕ (или: февраль, февраль уйăхĕ);
март — пуш уйăхĕ («свободный месяц»);
апрель — ака уйăхĕ («месяц сева»);
май — çу уйăхĕ («месяц лета»);
июнь — çĕртме уйăхĕ («месяц пара», т.е. парового поля);
июль — утă уйăхĕ («месяц сена»);
август — çурла уйăхĕ («месяц серпа»);
сентябрь — авăн уйăхĕ («месяц молотьбы»);
октябрь — юпа уйăхĕ («месяц поминок»);
ноябрь — чӳк уйăхĕ («месяц жертвоприношений»);
декабрь — раштав уйăхĕ.
Восьмое марта — мартăн саккăрмĕшĕ (или; пуш уйăхĕн саккăрмĕшĕ);
девятое мая — майăн тăххăрмĕшĕ (или: çу уйăхĕн тăххăрмĕшĕ).
Неделя — эрне
Сегодня — паян;
завтра — ыран;
послезавтра — виçмине;
вчера — ĕнер;
позавчера — виçĕм кун;
понедельник — тунтикун;
вторник — ытларикун;
среда — юнкун;
четверг — кĕçнерникун («малая пятница»);
пятница — эрнекун;
суббота — шăматкун;
воскресенье — вырсарникун («русская пятница»).
Ср.: выходной день — канмалли кун («день для отдыха»), рабочий день — ĕç кунĕ; день рождения — çуралнă кун; праздничные дни — уяв кунĕсем.
Сутки — талăк
Утро — ир (ср.: рано — ир);
утром — ирпе, ирхине;
полдень — кăнтăр (ср.: юг — кăнтăр);
в полдень, днем — кăнтăрла;
вечер — каç (
каç пулчĕ — наступил вечер);
вечером — каçпа, каçхине;
полночь — çурçĕр (ср.: север — çурçĕр);
ночь — çĕр, ночью — çĕрле.
Часы — сехет
Час — сехет, полчаса — çур сехет, минута — минут, секунда — çеккунт.
Который час? — Миçе сехет?
Семь часов — çич(ĕ) сехет;
10 минут восьмого — çиччĕ иртни вунă минут;
полвосьмого — çиччĕ çурă;
без четверти восемь — саккăр çитесси вунпилĕк минут;
ровно восемь — шăп саккăр (или: шăпах сакăр сехет).
В котором часу? — Миçе сехетре?
Во сколько? — Миçере?
В 2 часа дня — кăнтăрла икĕ сехетре (или: кăнтăр иртни икĕ сехетре);
полчаса тому назад — çур сехет каялла; через полтора часа — сехет çурăран.
Диалог (Калаçу)
— Паян хăш числа? (Или: Паян миçемĕш числа?)
— Паян июнĕн (или: çĕртме уйăхĕн) 24-мĕшĕ.
— Паян мĕн кун?
— Паян кĕçнерникун.
— Халĕ миçе сехет?
— Халь вуниккĕ çитесси çирĕм минут.
— Конференци ыран миçере пуçланать?
— Ирхине тăхăр сехетре (или: Ирхине тăххăрта).
Юмор (Шӳтсем)
— Эсир хĕрĕх пиллĕкре-çке, мĕншĕн хĕрĕхре тесе çыратăр?
— Эпĕ пилĕк çулта тин шутлама вĕреннĕ.
* * * Тунтикун ту çинчен ӳкрĕм, ытларикун ыратрĕ, юнкун юн тухрĕ, кĕçнерникун кĕçĕтрĕ, эрнекун эмеллерĕм, шăматкун шăп выртрăм, вырсарникун вăй кĕчĕ те вăййа тухрăм.
(Из детского фольклора)
* * * — Паян хăш числа?
— Пĕлместеп, асатте.
— Эсĕ хаçат вулатăн-çке, пăх.
— Ку ĕнерхи хаçат!
Пословицы (Ваттисен сăмахĕ)
Кĕрĕк ăшăтать, кĕр тăрантарать теççĕ.
Кĕркунне çăвар пушă пулмасть.
Çуркунне шăна та чĕрĕлет.
Хĕлен хырăмĕ аслă.